Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 46 сыпӑк, 116 с.—117 с., 9 абз.
  • Иисусӑн тумтирне сӗртӗннипе сывалать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисусӑн тумтирне сӗртӗннипе сывалать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус вилнисене чӗртет
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ!
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Хӗрача каллех чӗрӗ!
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 46 сыпӑк, 116 с.—117 с., 9 абз.
Иисусӑн ҫиелти тумтирне хӗрарӑм сӗртӗнет, вара Иисус хӑйне такам сӗртӗннине туять

46-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн тумтирне сӗртӗннипе сывалать

МАТФЕЙ 9:18—22 МАРК 5:21—34 ЛУКА 8:40—48

  • ХӖРАРӐМ ИИСУСӐН ТУМТИРНЕ СӖРТӖННИПЕ СЫВАЛАТЬ

Галилея тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ патӗнче пурӑнакан иудейсем хушшинче Иисус Вунхуларан таврӑнни ҫинчен хыпар сарӑлать. Нумайӑшӗ, тен, чылаях пулмасть ҫӗкленнӗ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче, Иисус ҫилпе шыва лӑплантарнине илтнӗ. Хӑш-пӗрисем вара демонсем ярса илнӗ ҫынна сыватни ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулмалла. Ҫавӑнпа тинӗс хӗрринче — Капернаум ҫывӑхӗнче пулас — «темӗн чухлӗ халӑх» Иисуса саламлама пуҫтарӑнать (Марк 5:21). Вӑл ҫыран хӗррине тухсан хӑйне пурте питӗ хытӑ кӗтнине курать.

Иисуса питӗ курасшӑн пулнисенчен пӗри вӑл — Иаир, синагога пуҫлӑхӗ, Капернаумри синагога пуҫлӑхӗ пулас. Вӑл Иисусӑн ури умне ӳкет те ӑна тархаслама пуҫлать: «Манӑн хӗрӗм вилес пек выртать; ӑна сыватмашкӑн, чӗрӗ хӑвармашкӑн пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ!» (Марк 5:23.) Иаир хӑйӗн 12 ҫулхи юратнӑ пӗртен-пӗр хӗрӗ пирки ҫавӑн пек хӗрӳллӗн ыйтсан, Иисус мӗн тӑвать? (Лука 8:42.)

Иаир патне кайнӑ чухне Иисус тепӗр хумхануллӑ лару-тӑрупа тӗл пулать. Ҫынсем нумайӑшӗ Иисус тата мӗнле те пулин тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвасса кӗтсе ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Анчах та вӗсен хушшинчи пӗр хӗрарӑм хӑйне питӗ нушалантаракан чирӗсӗр пуҫне урӑх ним ҫинчен те шутлама пултараймасть.

Ҫак иудей хӗрарӑмӗ 12 ҫул хушши юн кайнипе асапланать. Вӑл пулӑшу илес тесе нумай тухтӑр патне ҫӳренӗ тата сывалас тесе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ. Анчах ним усси те пулман. Ҫитменнине тата, «унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ» (Марк 5:26, ҪХ).

Эсир ӑнланатӑр пулӗ: ҫак чир халран ярать ҫеҫ мар, ҫак чирпе асапланакан ҫын пӗрмай аванмарланса ҫӳрет тата хӑйне мӗскӗн пек туять. Ҫакӑн пек чир ҫинчен калаҫма та намӑс. Унсӑр пуҫне, Моисей саккунӗ тӑрӑх, хӗрарӑм юн кайнӑ чухне таса мар шутланать. Ӑна е унӑн юнӗпе вараланнӑ тумтирне кам сӗртӗнет, ҫав ҫыннӑн ҫӑвӑнмалла пулнӑ, вара «вӑл каҫченех таса мар» пулнӑ (Левит 15:25—27).

Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтнӗ, халӗ вара ӑна шыраса тупать. Таса мар пулнӑран вӑл май ҫитнӗ таран ыттисене сисмелле мар халӑх хушшипе: «Унӑн тумтирне те пулин сӗртӗнсен сывалӑттӑм»,— тесе шухӑшласа пырать. Хӗрарӑм Иисусӑн тумтирӗ аркине сӗртӗнсенех юн кайма чарӑннине туйса илет! Вӑл йывӑр чиртен сывалать (Марк 5:27—29, ҪХ).

Вара Иисус ыйтать: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» Сирӗн шутпа, ҫак хӗрарӑм ҫавнашкал сӑмахсене илтсен мӗн туять-ши? Иисус мӗншӗн ҫавӑн пек ыйту пани Петра тӗлӗнтерет, ҫавӑнпа вӑл калать: «Хӑвна пур енчен те халӑх хӗссе пырать». Вара Иисус ӑнлантарса парать: «Мана такам сӗртӗнчӗ; Эпӗ Хамран хӑват тухнине туйрӑм» (Лука 8:45, 46). Чӑнах та, ҫавӑн пек сыватмашкӑн Иисусӑн мӗн чухлӗ те пулин вӑй пӗтерме тивнӗ.

Ҫав хӗрарӑм хӑйне асӑрханине ӑнланса илсен хӑраса-чӗтресе Иисусӑн ури умне ӳкет. Вӑл пурин умӗнче хӑй мӗнле чирлесе пурӑнни тата тин кӑна мӗнле сывални ҫинчен каласа парать. Иисус ӑна ыррӑн йӑпатать: «Хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул» (Марк 5:34).

Турӑ кама ҫӗр Пуҫлӑхӗ пулма суйласа лартнӑ, Ҫавӑ ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни курӑнать. Ҫитменнине тата, вӑл ҫынсемшӗн пӑшӑрханать кӑна мар, унӑн вӗсене пулӑшма вӑй та пур.

  • Иисус Капернаум тӑрӑхне таврӑнсан, мӗншӗн ҫынсем ӑна савӑнса кӗтсе илеҫҫӗ?

  • Пӗр хӗрарӑмӑн мӗнле йывӑрлӑх пур тата мӗншӗн вӑл пулӑшу илес тесе Иисуса шырать?

  • Хӗрарӑм мӗнле сывалать тата Иисус ӑна мӗнле йӑпатать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр