Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 33 сыпӑк, 80 с.—81 с., 7 абз.
  • Исаия пророкла калани пурнӑҫланать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Исаия пророкла калани пурнӑҫланать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус — пирӗн хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иисус пек хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 33 сыпӑк, 80 с.—81 с., 7 абз.
Иисус кимӗрен ҫыран хӗрринче тӑракан халӑха вӗрентет

33-МӖШ СЫПӐК

Исаия пророкла калани пурнӑҫланать

МАТФЕЙ 12:14—21 МАРК 3:7—12

  • ХАЛӐХ ИИСУСА ХӖСЕТ

  • ИСАИЯ ПРОРОКЛА КАЛАНИНЕ ИИСУС ПУРНӐҪЛАТЬ

Иисус хӑйне фарисейсемпе Ирод майлисем вӗлересшӗн пулнине пӗлсен хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Галилея тинӗсӗ патне каять. Ун патне тӗрлӗ ҫӗртен: Галилейӑран, ҫыран хӗрринче ларакан Тирпа Сидон хулисенчен, Иорданӑн тухӑҫ енчен, Иерусалимран тата кӑнтӑралларах вырнаҫнӑ Идумейӑран — темӗн чухлӗ халӑх пырать. Иисус нумайӑшне сыватать. Йывӑр чирпе чирлекенсем халӑх хушшипе хӗсӗнсе ун патне ҫывхарасшӑн. Вӑл хӑҫан хӑйсене сӗртӗнессе кӗтмесӗрех вӗсем ӑна сӗртӗнесчӗ тесе ун патне талпӑнаҫҫӗ (Марк 3:9, 10).

Халӑх ҫав тери нумай пулнӑран Иисус вӗренекенӗсене хӑйӗн валли пӗчӗк кимӗ хатӗрлесе хума хушать. Ҫапла вара вӑл халӑх хӗсесрен ҫыранран кӑштах ишсе кайма тата вӗсене кимӗренех вӗрентме пултарать. Унсӑр пуҫне, тата нумайрах ҫынна пулӑшас тесе кимӗпе урӑх ҫӗре те ҫитме пулать.

Матфей ятлӑ вӗренекен Иисус тӑвакан ӗҫсемпе «Исаия пророк урлӑ калани» пурнӑҫланса пырать тесе палӑртать (Матфей 12:17). Мӗнле пророкла сӑмахсене Иисус пурнӑҫлать?

«Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам [«ӗҫлекен», ҪТ]; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» (Матфей 12:18—21; Исаия 42:1—4).

Паллах ӗнтӗ, Иисус — Туррӑн юратнӑ ӗҫлекенӗ, Турӑ ырлаканскер. Иисус чӑн-чӑн тӗрӗслӗх мӗн иккенне ӑнлантарса парать, мӗншӗн тесен суя тӗн йӑлисене пула ҫынсем ҫавна пӗлмеҫҫӗ. Тӗрӗслӗхе ним вырӑнне те хуман фарисейсем, Турӑ Саккунне хӑйсем майлӑ ӑнлантарса парса, шӑматкун чирлӗ ҫынна пулӑшма та пымӗҫ! Туррӑн тӗрӗслӗхӗ мӗн иккенне уҫса парса тата хӑйӗн ҫинче Туррӑн сывлӑшӗ пулнине кӑтартса Иисус ҫынсене тӗрӗс мар йӑласен ҫӗклемӗнчен ирӗке кӑларать. Ҫавӑншӑн ӑна тӗн пуҫлӑхӗсем вӗлересшӗн. Питӗ шел!

«Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫынсене сыватнӑ чухне Иисус вӗсене те, демонсене те хӑй кам иккенне «пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ» (Марк 3:12, ҪХ). Вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫынсем урамра кӑшкӑрса ҫӳрекенсенчен ан пӗлччӗр тет е хӑйӗн ҫинчен ҫынсем пӗр-пӗрне темӗн тӗрлӗ юмах-халап каласа ан ҫӳреччӗр тет.

Унсӑр пуҫне кам, сӑнарлӑ каласан, хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш евӗрлӗ пӗкӗрӗлсе хутланса ларнӑ, ҫавсене Иисус ырӑ та йӑпатакан хыпар пӗлтерет. Вӗсем йӑсӑрланакан хӑю пек кӗҫ-вӗҫ сӳнсе лараспа пӗрех. Иисус хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша хуҫмасть тата йӑсӑрланакан хӑйӑва сӳнтермест. Ун вырӑнне вӑл ыррӑн тата юратса йӑваш ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклет. Чӑнах та, халӑхсем Иисуса шанма пултараҫҫӗ!

  • Мӗнле майпа Иисус урамсенче тавлашмасӑрах тата кӑшкӑрмасӑрах тӗрӗслӗх мӗн иккенне ӑнлантарса парать?

  • Кам пирки хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш пек, йӑсӑрланакан хӑю пек теме пулать тата Иисус хӑйне ҫавӑн пек ҫынсемпе мӗнле тытать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр