Сулахай енче: Хӗрарӑм тӑван Рутерфорд тӑванӑн пластинка ҫине ҫырса хунӑ докладне выляттарать (Алабама, АПШ). 1930 ҫулсен вӗҫӗ. Сылтӑм енче: Швейцари
1-МӖШ ПАЙӖ
Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑх. Сӑнарлӑ апата вӑхӑтра парса тӑни
БИБЛИ вӗренекенӗн, эсир тин кӑна вуласа панӑ сӑвӑ йӗркине ӑнланнӑран, куҫӗсем савӑннипе ҫиҫме пуҫлаҫҫӗ. «Эпир кунта, ҫӗр ҫинче, райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр тесе Библи вӗрентет тесшӗн-и эсир?» — кӑшт иккӗленсе калать вӑл. «Эсир тин кӑна Библире мӗн вуларӑр-ха?» — йӑл кулса ыйтать сӑваплӑ ӗҫе сирӗнпе пӗрле тӑвакан. Вӗренекен тӗлӗннипе пуҫне сулса калать: «Кай-кай-кай! Ҫакӑн ҫинчен нихӑҫан та илтмен!» Вӑл темиҫе эрне маларах Турра Иегова тесе чӗннине пӗрремӗш хут илтсен, ҫавнашкалах каланине аса илетӗр эсир.
Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулнӑ-и? Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ пулнӑ тейӗҫ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсем пирӗн мӗн тери хаклӑ парне пуррине — эпир чӑнлӑха пӗлнине — пире аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Чарӑнса тӑрӑр та шухӑшласа пӑхӑр: ҫак парне пирӗн пата мӗнле ҫитнӗ? Ҫак пайӗнче эпир ҫав ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр. Турӑ халӑхӗ чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланса пыни Турӑ Патшалӑхӗ чӑннипех ертсе пынине ҫирӗплетсе парать. Ҫав Патшалӑхӑн Патши, Иисус Христос, пӗр ӗмӗр хушши Турӑ халӑхне чӑнлӑха вӗрентес тесе тӑрӑшать.