11-МӖШ УРОК
Мӗншӗн эпир конгрессем ирттеретпӗр?
Мексика
Германи
Ботсвана
Никарагуа
Итали
Ҫак ҫынсем мӗншӗн питӗ савӑнӑҫлӑ? Мӗншӗн тесен вӗсем конгреса килнӗ. Ӗлӗк-авал Туррӑн ӗҫлекенӗсен ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пӗрле пуҫтарӑнмалла пулнӑ (Саккуна астутарни 16:16). Паян та эпир пысӑк ушкӑнпа пуҫтарӑнмалли мая кӗтетпӗр. Кашни ҫулах пирӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ виҫӗ событи пулса иртет: икӗ пӗр кунлӑх район конгресӗ тата виҫӗ кунлӑх регион конгресӗ. Ҫак тӗлпулусене эпир мӗншӗн питӗ хаклатпӑр?
Вӗсене пула эпир хамӑр пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӑн пайӗ пулнине туятпӑр. Авалхи израильтянсем Иеговӑна «халӑх пухӑвӗнче» хаваспах мухтанӑ, паян та эпир Турра пӗрле пуҫҫапма ятарлӑ кунсенче пуҫтарӑнатпӑр (Псалом 25:12; 110:1). Ҫакӑн пек тӗлпулусенче пирӗн урӑх пухусенчи, ҫавӑн пекех урӑх ҫӗршывсенчи Свидетельсемпе те паллашма, хутшӑнма май пур. Тӑхтав вӑхӑтӗнче эпир киле каймастпӑр, конгресс иртекен вырӑнтах апатланатпӑр. Ҫакӑ пире ҫакӑн пек уявсенче ыттисемпе хутшӑнма, туссем тупма тепӗр май парать (Апостолсен ӗҫӗсем 2:42). Эпир конгрессенче пӗтӗм тӗнчери пирӗн тӑванлӑха пӗрлештерсе тӑракан юратӑва хамӑр куҫпа куратпӑр (1 Петр 2:17).
Вӗсем пире Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Израильтянсем Туррӑн законӗсене ӑнлантарса панине итлеме пӗрле пуҫтарӑннӑ (Неемия 8:8, 12). Эпир те хамӑрӑн тӗлпулусенче Библи тӑрӑх вӗрентнисене хаклатпӑр. Кашни конгресӑн теми Библи ҫинче никӗсленнӗ. Интереслӗ докладсемпе инсценировкӑсем Библири принципсемпе кулленхи пурнӑҫра усӑ курма вӗрентеҫҫӗ. Христиансен ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан йывӑрлӑхсене ҫак йывӑр вӑхӑтра ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерекен тӑвансен тӗслӗхӗсем пире питӗ хавхалантараҫҫӗ. Регион конгресӗсенчи постановкӑсем Библире ҫырнӑ событисене лайӑхрах ӑнланма тата вӗсенчен вӗренме пулӑшаҫҫӗ. Хӑйсене Турра халалланисем конгрессенче ҫакна ыттисене пӗлтерсе шыва кӗреҫҫӗ.
Мӗншӗн конгрессем нумай савӑнӑҫ параҫҫӗ?
Конгресра пулни сире мӗнле усӑ парӗ?