7-МӖШ УРОК
Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?
Ҫӗнӗ Зеланди
Япони
Уганда
Литва
Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хӑйсен тӗлпулӑвӗсенче юрӑсем юрланӑ, кӗлтунӑ, ҫавӑн пекех Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ тата сӳтсе явнӑ (1 Коринф 14:26). Паян пирӗн тӗлпулусем ҫавӑн евӗрлех иртеҫҫӗ.
Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ тата ҫакӑ пурнӑҫра усӑ парать. Канмалли кунсенче, шӑматкун е вырсарникун, кашни пухурах 30 минута пыракан Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклад калаҫҫӗ, ҫав доклад пире Библи пурнӑҫра мӗнле усӑ пама пултарнине тата тӗнчере пулса иртекен событисене мӗнле ӑнлантарнине кӑтартса парать. Сӳтсе явакан сӑвӑ йӗркисене хамӑрӑн Библи тӑрӑх йӗрлесе пыма пире хавхалантараҫҫӗ. Доклад хыҫҫӑн пӗр сехет хушши Библи вӗренмелли статьяна сӳтсе яваҫҫӗ. Камӑн кӑмӑл пур, ҫавсем пурте комментарисем пама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӳтсе явни пире Библири принципсемпе хамӑрӑн пурнӑҫра усӑ курма пулӑшать. Пӗтӗм тӗнчипе 110 000 пухура пӗр материалах сӳтсе яваҫҫӗ.
Вӗрентес ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Эпир ҫавӑн пекех эрнере пӗрре каҫхине пухӑнатпӑр. «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» тӗлпулу виҫӗ пайран тӑрать. Ӑна кашни уйӑхра тухакан «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» публикаци тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Тӗлпулӑвӑн пӗрремӗш пайӗ, «Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсем», пире Библири пӗр-пӗр вырӑна лайӑхрах ӑнланма пулӑшать, пуху ӑна маларах вулать. Тепӗр пайне, «Ырӑ хыпар сарма вӗренетпӗр», демонстрацисем кӗртнӗ, вӗсенче ҫынсемпе Библие мӗнле сӳтсе явмаллине кӑтартнӑ. Канаш паракан арҫын тӑван кашни вӗренекене лайӑхрах вулама, тӗрӗсрех калаҫма вӗренме пулӑшать (1 Тимофей 4:13). Тӗлпулӑвӑн юлашки пайӗнче, «Христиансен пурнӑҫӗ», эпир Библири принципсене кулленхи пурнӑҫра тытса тӑма вӗренетпӗр. Ҫак пайӗнче Библие тарӑнрах ӑнланма пулӑшакан материала ыйту-хурав меслечӗпе сӳтсе яваҫҫӗ.
Пирӗн тӗлпулусенче Библие питӗ лайӑх вӗрентеҫҫӗ. Пӗр-пӗр тӗлпулӑва пырсан эсир ҫакна хӑвӑр курма пултаратӑр (Исаия 54:13).
Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ?
Кашни эрнере иртекен пирӗн тӗлпулусенчен хӑшне сирӗн пырса курас килет?