14-МӖШ СЫПӐК
Турра чунтан парӑнса пурӑнас тесен санӑн мӗн тумалла?
Турӑ майлӑ тӑр (1 Петр 5:6—9).
Библие хирӗҫлекен йӑла-йӗркене ан хутшӑн. Сана хӑюлӑх кирлӗ пулать.
Политика ӗҫӗсене ан хутшӑн; вӗсем Иегова тата унӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑмаҫҫӗ.
Тӗрӗссине суйласа ил — Турра итле (Матфей 7:24, 25).
Иегова Свидетелӗсемпе хутшӑн, вӗсем сана пулӑшӗҫ.
Иегова ҫинчен малалла та пӗлсе пыр тата унӑн заповечӗсене тытса пыма тӑрӑш.
Хытӑрах ӗненме пуҫласан санӑн хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалламалла та шыва кӗмелле (Матфей 28:19).
Турра итле. Библи вула, ӑна ӑнланмашкӑн пулӑшу Иегова Свидетелӗсенчен ыйт. Мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кур. Ҫапла тусан эсӗ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑн (Псалом 36:29).