6-МӖШ СЫПӐК
Пӗтӗм ҫӗре шыв илни. Эпир мӗне вӗренетпӗр?
Турӑ усал ҫынсене тӗп тунӑ, анчах Нойӑн тата унӑн ҫемйинчисен пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ (Пултарни 7:11, 12, 23).
Хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ шалкӑм ҫумӑр ҫунӑ, вара шыв пӗтӗм ҫӗре хупласа илнӗ.
Усал ҫынсем вилнӗ. Пӑлхавлӑ ангелсем вара хӑйсен ӳт-пӳне хӑварнӑ та демонсем пулса тӑнӑ.
Ковчегра пулнисем чӗрӗ юлнӑ. Вӑхӑт иртсен Нойпа унӑн ҫемйи вилнӗ пулин те, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе Турӑ вӗсене чӗртсе тӑратӗ.
Турӑ тепӗр хут усаллисене тӗп тӑвӗ тата лайӑх ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварӗ (Матфей 24:37—39).
Сатанапа демонсем ҫынсене халӗ те улталаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ, Ной вӑхӑтӗнчи пекех, Турӑ юратса вӗрентнине йышӑнмасть. Кӗҫех Турӑ мӗн пур усал ҫынна тӗп тӑвӗ. Турра итлекеннисем пурӑнӗҫ тата Унӑн пиллӗхӗсене илӗҫ (2 Петр 2:5, 6).
Ной евӗрлӗ ҫынсем пур. Вӗсем Турра итлеҫҫӗ. Ҫак ҫынсем — Иегова Свидетелӗсем.