Ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен мӗн кӗтеҫҫӗ
КАШНИ ашшӗ-амӑшӗ ҫын ӑнланса ҫитереймен тӗлӗнмелле ӗҫе хутшӑнать. Амӑшӗн варӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ тӗвӗленет, ҫав ҫӗнӗ ҫынра вара ашшӗн те, амӑшӗн те пайӗ пур. Ахальтен мар ӗнтӗ ача ҫурални пирки «тӗлӗнмелле япала» теҫҫӗ.
Паллах, ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ҫине питӗ пысӑк яваплӑх тиенет. Чи малтанах пепкесем хӑйсем тӗллӗн ним тума та пултараймаҫҫӗ, вӗсене пӗрмаях пӑхса тӑмалла. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ачасене ҫакӑнтан та ытларах кирлӗ. Вӗсене ӑс-тӑн, кӑмӑл-туйӑм, нравственность тӗлӗшӗнчен аталанма тата Турӑ ҫинчен пӗлсе пыма пулӑшмалла.
Йӗркеллӗ ҫын пулса ӳсес тесен ачан ашшӗ-амӑшӗ юратнине туйса тӑмалла. Чӑнах та, юратни ҫинчен шантарса калани питӗ кирлӗ. Анчах та юратнине ӗҫсемпе кӑтартни тата та кирлӗрех. Ҫапла, ашшӗ-амӑшӗн ачисене лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла. Вӗсене нравственность нормисене тата пурнӑҫри тӗп принципсене вӗрентмелле. Ҫакна ачасем пӗчӗк чухнех тума тытӑнмалла. Кая юлсан, каю шӑтма пултарать-ҫке. Вӗрентменнине пула час-часах инкексем сиксе тухма, ӗмӗтсем татӑлма пултараҫҫӗ.
Чи лайӑх принципсене Библире тупма пулать. Библири принципсемпе усӑ курса вӗрентсе ӳстернине нимӗн те ҫитмест. Ҫакӑн пек вӗрентсе ӳстернине пула ача вӑхӑт иртсен хӑйне мӗн вӗрентни ҫынран мар, Пултараканран — пирӗн пӗлӗтри Аттемӗртен — тухса тӑнине ӑнланса илӗ. Ҫакӑн пек вӗрентсе тӑнине вара нимпе те танлаштарма ҫук!
Библи ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑма хӑнӑхтарма хавхалантарать. Анчах та ача ӳссе пынӑҫемӗн час-часах ашшӗ-амӑшӗ вӗсемпе хӑш-пӗр питӗ кирлӗ ыйтусене сӳтсе явма йывӑр пулнине туять. «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнеке ашшӗ-амӑшсене ҫавӑн йышши йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшать. Кӗнеке сире те, сирӗн ачасене те Турӑ ҫинчен тата вӑл панӑ нормӑсем ҫинчен пӗрле вуласа пӗлме пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене пӗр-пӗрне хӑйсен шухӑшӗсене уҫҫӑн каласа пама май парать.
Ҫак кӗнеке ачасене хӑйсем мӗн шутлани ҫинчен каласа пама хавхалантарать. Текстра нумай ыйту тӗл пулать, вӗсем хыҫҫӑн тильда (~) паллӑ тӑрать. Ҫак паллӑ вулама чарӑнса ачана хӑйӗн шухӑшне калама хавхалантармаллине аса илтерет. Ачасене ыйтусене хуравлама килӗшет. Хӑйсен шухӑшӗсене калама май памасан вӗсем сӳтсе явакан темӑпа хӑвӑрт интересленме пӑрахаҫҫӗ.
Анчах та чи кирли — ҫак ыйтусем ача мӗнле шухӑшланине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Паллах, унӑн хуравӗсем яланах тӗрӗс пулмӗҫ. Ҫавӑнпа ыйтусем хыҫҫӑнхи текст ачана тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума пулӑшӗ.
Ҫак кӗнекере 230 ытла ӳкерчӗк! Нумай ӳкерчӗкпе юнашар ыйтусем пур, вӗсем ачана пӑхса тухнӑ материал тӑрӑх хуравлама хавхалантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫак ӳкерчӗксене вӗсемпе пӗрле тимлӗн пӑхӑр та сӳтсе явӑр. Вӗсем ачана вӗрентме тата питӗ хаклӑ пӗлӳсене ӑса хывма пулӑшӗҫ.
Вулама вӗренсе ҫитсен ачӑра ҫак кӗнекене хӑвӑра саспа вуласа пама, ҫавӑн пекех хӑй тӗллӗн вулама хавхалантарӑр. Вӑл ҫак кӗнекене мӗн чухлӗ нумайрах вулӗ, унта мӗн ҫырни унӑн ӑс-тӑнӗпе чӗрине ҫавӑн чухлӗ ытларах пырса тивӗ. Анчах та пӗр-пӗрне хытӑрах юратма тата ытларах хисеплеме вӗренес тесен, ҫак кӗнекене кулленех пӗрле вулама тӑрӑшӑр.
Паян тӗнчере темиҫе теҫетке ҫул каялла шухӑшра та пулма пултарайман ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ: ачасене аскӑн ӗҫсене, спиритизма тата ытти йӗрӗнмелле ӗҫсене явӑҫтарма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ачасене хӳтӗлени кирлӗ, ҫак кӗнеке вара сире ачӑрсене хӳтӗлеме пулӑшӗ. Кӗнекере пур ыйтӑва та хисеплӗн, ҫав хушӑрах тӳррӗн те уҫҫӑн сӳтсе явнӑ. Ачана Иегова Турӑран — чи пысӑк ӑслӑлӑх Парса тӑракан пӗлӗтри Аттемӗртен — пӗлӳ илсе тӑма хавхалантармалла. Иисус, Аслӑ Вӗрентекен, яланах ҫавӑн пек тунӑ. Ҫак кӗнеке сире те, сирӗн ҫемьене те телейлӗ, Иеговӑна юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшасса эпир пӗтӗм чӗререн шанса тӑратпӑр. Ҫакӑ сире ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пиллӗхсем парса тӑтӑр!