39-МӖШ СЫПӐК
Турӑ хӑйӗн Ывӑлне манса кайман
ХӐЙӖН Лазарь тусӗ вилсен Иисус макӑрса янӑ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иисус асапланнине тата вилнине курсан Иегова мӗн туйнӑ-ши? ~ Библире Турра «ҫиллентерме» тата кулянтарма пулать тенӗ (Псалом 77:40, 41; Иоанн 11:35).
Хӑйӗн хаклӑ Ывӑлӗ вилнине курсан Иеговӑна мӗн тери йывӑр пулнӑ! Сана ҫакна ӑнланса ҫитерме ҫӑмӑл мар пулӗ, ҫапла-и? ~ Анчах Иисус Турӑ хӑйне манса каймасса ӗненнӗ. Ҫавӑнпа унӑн юлашки сӑмахӗсем ҫаксем пулнӑ: «Эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп» (Лука 23:46).
Турӑ хӑйне «тамӑкра», е виле шӑтӑкӗнче, хӑвармасса тата чӗртсе тӑратасса Иисус ҫирӗп шаннӑ. Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Пётр апостол Библире Иисус пирки «Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен» ҫырса хунӑ сӑмахсене аса илнӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:31; Псалом 15:10). Ҫапла, Иисусӑн ӳт-пӗвӗ виле шӑтӑкӗнче ҫӗрсе шӑршланса кайман.
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вилӗм ыйхипе кӗске вӑхӑтлӑха ҫывӑрса каясси ҫинчен каланӑ. Иисус хӑйне «вӗлересси ҫинчен, вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен» ӑнлантарса панӑ (Лука 9:22). Ҫавӑнпа Иисус чӗрӗлсе тӑни вӗренекенӗсене тӗлӗнтермелле пулман. Анчах чӑнах та ҫапла пулнӑ-ши? ~ Атя пӗлер.
Эрнекун, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре, Аслӑ Вӗрентекен асап юпи ҫинче вилнӗ. Иосиф ятлӑ пӗр пуян ҫын, Синедрион ҫынни, Иисуса ӗненнӗ, анчах ҫакӑн ҫинчен уҫҫӑн каламан. Апла пулин те Иисус вилнине пӗлсен, вӑл Пилат пуҫлӑх патне каять те Иисуса пытармашкӑн унӑн ӳтне юпа ҫинчен илме ирӗк ыйтать. Иосиф Иисусӑн ӳтне пахчана йӑтса каять, унта тупӑклӑх текен вилнӗ ҫынсене пытармалли вырӑн пур.
Иисусӑн ӳтне тупӑклӑха хураҫҫӗ те шӑтӑк умне пысӑк чул тайӑлтарса хураҫҫӗ. Акӑ вырсарникун, виҫҫӗмӗш кун, ҫитет. Хӗвел халӗ те тухман-ха, ҫавӑнпа урамра тӗттӗм. Тупӑклӑх умне хурал тӑратнӑ. Ҫакна тума вӗсене аслӑ священниксем хушнӑ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? ~
Священниксем Иисус хӑй чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланине илтнӗ. Вӗсем унӑн вӗренекенӗсем килсе вилене вӑрласа каясран, кайран вара Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ теесрен хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем тупӑклӑх умне хурал тӑратнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр чӗтренме пуҫлать. Тӗттӗмлӗхе ҫутӑ ҫутатса ярать. Ку Иеговӑн ангелӗ! Хӑранипе салтаксем хускалма та пултараймаҫҫӗ. Ангел тупӑклӑх патне пырать те чулне куҫарса хурать. Анчах та тупӑклӑх пуш-пушах!
Ҫапла, Пётр апостол каярахпа каланӑ пекех, «ҫав Иисуса Турӑ чӗртсе тӑратнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 2:32). Иисуса чӗртсе тӑратсан, вӑл ҫӗр ҫине киличченхи пекех ангел пулса тӑнӑ (1 Петр 3:18). Халӗ ҫынсем ӑна курма пултарччӑр тесен Иисусӑн куҫа курӑнакан ӳт-пӳллӗ пулса тӑмалла пулнӑ. Иисус ҫавна тунӑ-и? ~ Атя пӗлер.
Ҫутӑлма пуҫлать. Салтаксем кайнӑ та ӗнтӗ. Иисуса ӗненекен Мария Магдалинӑпа ытти хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пыраҫҫӗ. Ҫул ҫинче вӗсем «пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши» тесе калаҫса утаҫҫӗ (Марк 16:3). Анчах та тупӑклӑх патне ҫитсен вӗсем чула айккине йӑвантарса хунине кураҫҫӗ. Тупӑклӑхӗ вара пуш-пушах! Иисусӑн ӳчӗ ниҫта та ҫук! Мария Магдалина тӳрех Иисусӑн апостолӗсене ҫакӑн ҫинчен каласа памашкӑн вӗсем патне чупса каять.
Ытти хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнче юлаҫҫӗ. Вӗсем Иисусӑн ӳчӗпе мӗн пулнӑ-ши тесе тӗлӗнсе тӑраҫҫӗ. Сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ арҫын пырса тӑрать. Кусем ангелсем! «Мӗншӗн эсир Иисуса ҫакӑнта шыратӑр? — ыйтаҫҫӗ вӗсем.— Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Часрах кайӑр та ҫакӑн ҫинчен унӑн вӗренекенӗсене каласа парӑр». Ҫав хӗрарӑмсем мӗнле хӑвӑрт чупса кайнӑ пулӗ! Анчах ҫул ҫинче вӗсем тепӗр ҫынна тӗл пулаҫҫӗ. Пӗлетӗн-и кама? ~
Ӳт-пӳллӗ пулса тӑнӑ Иисуса! Вӑл та хӗрарӑмсене калать: «Кайӑр та вӗренекенӗмсене веҫех каласа парӑр». Мӗн тери телейлӗ ҫав хӗрарӑмсем! Вӗсем вӗренекенсем патне савӑнӑҫлӑ хыпарпа чупса килеҫҫӗ: «Иисус чӗрӗ! Эпир ӑна куртӑмӑр!» Мария Пётрпа Иоана пушӑ тупӑклӑх ҫинчен каласа панӑ ӗнтӗ. Пӑх-ха, вӗсем хӑйсен куҫӗпе курас тесе ҫак вырӑна килеҫҫӗ. Пётрпа Иоанн Иисуса чӗркенӗ пир татӑкне тупаҫҫӗ, вӗсем мӗн шухӑшламаллине те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсен Иисус чӗррине ӗненес килет, анчах та ҫакӑ вӗсене пулма пултарайман пек туйӑнать.
Каярахпа ҫав вырсарникунах Иисус хӑйӗн икӗ вӗренекенне курӑнать, ҫавсем Эммаус ятлӑ яла кайма тухнӑ. Иисус вӗсемпе юнашар утса калаҫса пырать. Анчах вӗсем ӑна палласа илеймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн халӗ урӑхла ӳт-пӳ. Вӑл вӗсемпе пӗрле каҫхи апата ларсан тата кӗлтусан ҫеҫ вӗсем ӑна палласа илеҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫав тери савӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа васкасах Иерусалима каялла каяҫҫӗ! Иерусалим вара аякра. Тен, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑштахран Иисус Пётра курӑнса хӑй чӗррине кӑтартать.
Ҫав вырсарникун каҫхине пӳлӗмре вӗренекенсем чылаййӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пур алӑка та тӗплӗн питӗрсе тухаҫҫӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен Иисус тухса тӑрать! Халӗ вӗренекенӗсем Аслӑ Вӗрентекен чӑнахах чӗррине пӗлеҫҫӗ. Шухӑшласа пӑх-ха, вӗсем мӗн тери телейлӗ! (Матфей 28:1—15; Лука 24:1—49; Иоанн 19:38—20:21.)
40 кун хушши Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗрлӗрен ӳт-пӳпе курӑнса хӑй чӗррине кӑтартать. Унтан вӑл ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсе Ашшӗ патне пӗлӗте таврӑнать (Апостолсен ӗҫӗсем 1:9—11). Кӗҫех унӑн вӗренекенӗсем Турӑ Иисуса чӗртсе тӑратни ҫинчен каласа пама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене священниксем хӗнесен те, хӑйсенчен хӑшӗ-пӗрисене вӗлерсен те ырӑ хыпар сарма пӑрахмаҫҫӗ. Вӗренекенсем хӑйсем вилсен те Турӑ вӗсене хӑйӗн Ывӑлне аса илнӗ пекех аса илессе пӗлеҫҫӗ.
Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем хальхи ҫынсенчен нумайӑшӗнчен мӗн тери уйрӑлса тӑраҫҫӗ! Ҫуркунне, Иисус чӗрӗлсе тӑнине аса илнӗ чухне, ҫынсем ытларах сӑрланӑ ҫӑмартапа кулич ҫинчен, хӑш-пӗр ҫӗршывра вара кролик ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Анчах Библире кулич, сӑрланӑ ҫӑмарта тата пасха кроликӗсем пирки нимӗн те каламан. Унта Турӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен каланӑ.
Иисусӑн вӗренекенӗсенчен тӗслӗх илсе эпир Турӑ хӑйӗн Ывӑлне тӗлӗнмелле майпа чӗртсе тӑратни ҫинчен ыттисене каласа паратпӑр. Пире вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ пулсан та пирӗн хӑрама кирлӗ мар. Эпир вилсен те, Иегова пире аса илетех вӗт, вара Иисуса чӗртсе тӑратнӑ пекех чӗртсе тӑратӗ.
Турӑ хӑйӗн пур вӗренекенне те асра тытни тата вилӗм ыйхипе ҫывӑракансене пуласлӑхра чӗртсе тӑратасси пире питӗ савӑнтарать!
Иисус чӗрӗлсе тӑнине ӗненни пире шанчӑк памалла тата пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетмелле. Апостолсен ӗҫӗсем 2:22—36; 4:18—20 тата 1 Коринф 15:3—8, 20—23 вула, тархасшӑн.
[202-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Тупӑклӑх мӗншӗн пушӑ пулнӑ?
[205-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Пётрпа Иоанн мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ-ши?
[206-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус чӗрӗлсе тӑни пирки аса илнӗ чухне ҫынсем ытларах чухне мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ? Эсӗ вара мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн?