Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 29 сыпӑк, 152—156 с.
  • Пур уяв та Иеговӑна юрӑхлӑ-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пур уяв та Иеговӑна юрӑхлӑ-и?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫуралнӑ кунра ҫын вӗлерни
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ тумаҫҫӗ?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
  • Турра вӑл каланӑ пек пуҫҫапӑр
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Раштав уявне христиансен уявламалла-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 29 сыпӑк, 152—156 с.

29-МӖШ СЫПӐК

Пур уяв та Иеговӑна юрӑхлӑ-и?

ЭСӖ уявсене юрататӑн-и? ~ Вӗсем питӗ савӑнӑҫлӑ иртме пултараҫҫӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, эпир уява кайни Аслӑ Вӗрентекене килӗшнӗ пулӗччӗ-и? ~ Пӗррехинче Иисус та уявра пулнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле туя кайнӑ. Иегова — телейлӗ Турӑ, ҫавӑнпа эпир лайӑх уявсенче вӑхӑта хаваслӑ ирттернине курсан вӑл хӑй те савӑнать (Иоанн 2:1—11).

Ҫак кӗнекен 29-мӗш страницинче Иегова Хӗрлӗ тинӗсри шыва уйӑрни тата израильтянсем тинӗсӗн типӗ тӗпӗпе ҫыранӑн тепӗр енне каҫни ҫинчен ҫырса панӑ. Эсӗ ҫавна астӑватӑн-и? ~ Ун хыҫҫӑн халӑх Иеговӑна мухтаса юрлама тата ташлама пуҫланӑ. Ку чӑн-чӑн уяв пулнӑ! Халӑх питӗ телейлӗ пулнӑ, ҫакӑ Иеговӑна питӗ савӑнтарнӑ, паллах (Тухни 15:1, 20, 21).

Ҫавӑн хыҫҫӑн 40 ҫула яхӑн иртсен израильтянсем урӑх пысӑк уявра пулнӑ. Ку хутӗнче уява Иеговӑна пуҫҫапман ҫынсем йӗркеленӗ. Израиль халӑхне уява чӗннӗ ҫынсем урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ тата хӑйсен мӑшӑрӗ пулман ҫынсемпе ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗнӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, израильтянсен ҫак уява каймалла пулнӑ-ши? ~ Ҫакӑ Иеговӑна питӗ килӗшмен, вара вӑл вӗсене хаса панӑ (Йыша шутлани 25:1—9; 1 Коринф 10:8).

Библире ҫавӑн пекех икӗ ҫуралнӑ куна уявлани ҫинчен каланӑ. Тен, ҫав уявсенчен пӗри Аслӑ Вӗрентекенӗн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ? ~ Ҫук. Ҫав ҫуралнӑ кунсене Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем уявланӑ. Вӗсенчен пӗри — Ирод Антипа патша. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра ҫав ҫын Галилея облаҫӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Ирод патша нумай усал ӗҫ тунӑ. Вӑл хӑйӗн пиччӗшӗн арӑмне качча илнӗ. Ӑна Иродиада тесе чӗннӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗ Шыва кӗртекен Иоанн ӑна ҫакӑншӑн питленӗ. Ҫакӑ Ирода шутсӑр килӗшмен. Вӑл Иоана тӗрмене хуптарнӑ (Лука 3:19, 20).

Иоанн тӗрмере ларнӑ чухне Иродӑн ҫуралнӑ кунӗ ҫитнӗ. Ирод пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Вӑл нумай паллӑ ҫынна хӑнана чӗннӗ. Вӗсем пурте ӗҫнӗ, ҫинӗ, савӑннӑ. Унтан Иродиадӑн хӗрӗ кӗнӗ те хӑнасене питӗ хитре ташӑ ташласа панӑ. Ҫак ташӑ пурне те калама ҫук килӗшнӗ, Ирод патшан вара хӗре парне парас килсе кайнӑ. Вӑл ӑна тупа тусах каланӑ: «Кирек мӗн ыйтсассӑн та парӑп сана, ҫур патшалӑхӑм таранчченех парӑп».

Унӑн мӗн ыйтмалла-ши? Укҫа-и, хитре тумтир-и е хӑйне валли кермен-и? Хӗр мӗн суйласа илмеллине пӗлмен. Вара вӑл амӑшӗ патне канаш ыйтма кайнӑ. «Мӗн ыйтас-ши?»,— тесе ыйтнӑ вӑл Иродиадӑран.

Иродиада вара Шыва кӗртекен Иоана хытӑ курайман. Ҫавӑнпа вӑл: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт»,— тенӗ. Хӗр вара патша патне кӗнӗ те каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана».

Ирод патша Иоанн лайӑх ҫын пулнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна вӗлересшӗн пулман. Анчах та вӑл сӑмах панӑ-ҫке. Вӑл хӗр ыйтнине тумасан, хӑнасем патша хӑйӗн сӑмахне тытмасть тесе шутлӗҫ. Шухӑшласа тӑмасӑрах Ирод хӑйӗн чурине тӗрмене кайса Иоанн пуҫне касма хушать. Чура ҫак усал ӗҫе тӑвать. Вӑл Иоанн пуҫне тирӗк ҫинче илсе килет те хӗре парать. Лешӗ вара амӑшне кайса парать (Марк 6:17—29).

Библире ҫырса панӑ тепӗр ҫуралнӑ кун та нихӑш енчен те лайӑхрах пулман. Ку фараонӑн, Египет патшин, ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав уяв вӑхӑтӗнче фараон та пӗр ҫыннӑн пуҫне кастарнӑ. Ҫав ҫыннӑн кӗлеткине йывӑҫ ҫине ҫакса хунӑ, унта ӑна кайӑксем сӑхса пӗтернӗ! (Пултарни 40:19—22.) Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫав уявсене Турӑ ырланӑ-и? ~ Санӑн вӗсенче пулса курас килнӗ пулӗччӗ-и? ~

Библире мӗн ҫырнине пурне те ахальтен ҫырса паманнине эпир пӗлетпӗр. Ҫуралнӑ куна уявлани ҫинчен унта икӗ тӗслӗх кӑна каласа панӑ. Анчах та ҫак уявсенче питӗ япӑх ӗҫсем пулса иртнӗ. Ҫакӑнпа Турӑ мӗн каласшӑн пулнӑ? Турӑ пире ҫуралнӑ куна уявлаттарасшӑн-и? ~

Паллах ӗнтӗ, паян ҫакӑн пек уявсем вӑхӑтӗнче ҫынсен пуҫӗсене касмаҫҫӗ. Анчах та ҫуралнӑ куна паллӑ тӑвассине Турра пуҫҫапман ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуралнӑ кунсене уявлани ҫинчен Библире каласа пани пирки пӗр тӗн энциклопедийӗнче ҫырнӑ: «Ҫылӑхлисем кӑна... хӑйсен ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ» («Католик энциклопедийӗ»). Эпир вара вӗсем пек пуласшӑн-и? ~

Аслӑ Вӗрентекен вара? Вӑл хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ-и? ~ Ҫук, Библире ҫавӑн ҫинчен ним те каламан. Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем те нихӑҫан та унӑн ҫуралнӑ кунне уявламан. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн каярахпа ҫынсем Иисусӑн ҫуралнӑ кунне декабрӗн 25-мӗшӗнче, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара январӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тума тытӑннӑ? ~

Пӗр паллӑ энциклопедире каланӑ тӑрӑх, «Римра пурӑнакансем хӗвелӗн ҫуралнӑ кунне халалланӑ Сатурн Уявне нумай вӑхӑт хушши ҫак кун паллӑ тунӑ», ҫавӑнпа ҫав вӑхӑта суйласа илнӗ («Уорлд бук»). Эппин, ҫынсем Иисусӑн ҫуралнӑ кунне суя турӑсене пуҫҫапакансем хӑйсен уявне паллӑ тунӑ кун уявлама пуҫланӑ.

Пӗлетӗн-и, мӗншӗн Иисус декабрьте ҫуралма пултарайман? ~ Иисус ҫуралнӑ кун кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе хирте ҫӗр каҫнӑ тенӗ Библире (Лука 2:8—12). Ҫакӑ декабрьте пулма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнта ҫак уйӑхра сивӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрать.

Нумай ҫын Раштав Иисусӑн ҫуралнӑ кунӗ маррине пӗлет. Ҫак кун суя тӗнлӗ ҫынсем Турра юрӑхлӑ мар уява паллӑ тунине те вӗсем пӗлеҫҫӗ. Анчах та вӗсем Раштава пурпӗрех уявлаҫҫӗ. Вӗсене ҫак уяв шутсӑр килӗшет, Турӑ ҫавӑн ҫинчен мӗн шутлани вӗсене пачах та интереслентермест. Анчах та эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн вӗт? ~

Эппин, эпир уяв тӑвасшӑн пулсан, пирӗн малтан вӑл Иеговӑна килӗшнипе килӗшменнине пӗлмелле. Уявсем кирек хӑҫан та тума юрать. Пирӗн пӗр-пӗр ятарлӑ куна кӗтмелле мар. Тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата савӑнӑҫлӑ вӑйӑсем выляма пулать. Санӑн уяв тӑвас килет-и? ~ Эсӗ ҫакӑн ҫинчен аҫу-аннӳне калама тата уяв йӗркелеме вӗсенчен пулӑшу ыйтма пултаратӑн. Ҫакӑ питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла вӗт? ~ Анчах та уяв тӑвиччен вӑл Турра юрӑхлӑ пулнипе пулманнине тӗрӗсле.

Яланах Турра килӗшекен ӗҫсем туни питӗ кирлине ҫак сӑвӑ йӗркисенче те кӑтартнӑ: Ытарӑшсем 12:2; Иоанн 8:29; Рим 12:2 тата 1 Иоанн 3:22.

[152-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫак уяв Иеговӑна мӗншӗн килӗшнӗ?

[153-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иродӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне мӗн пулса иртнӗ?

[154-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче ҫуралма пултарайман?

[156-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пирӗн уявсем Турра килӗшнине ӑҫтан пӗлме пулать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр