26-МӖШ СЫПӐК
Тӗрӗссине тума мӗншӗн йывӑр?
САВЛ тӗрӗс маррине тунӑ чухне кам савӑннӑ? ~ Шуйттан. Иудейсен тӗн ертӳҫисем те савӑннӑ. Анчах та Савл Аслӑ Вӗрентекенӗн вӗренекенӗ пулса тӑрсан тата ӑна Павел тесе чӗнме пуҫласан, ҫав тӗн ертӳҫисемех ӑна курайми пулнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсене тӗрӗссине тума мӗншӗн йывӑррине халӗ эсӗ куратӑн-и? ~
Пӗррехинче Анания ятлӑ аслӑ священник Павела питӗнчен ҫапма хушнӑ. Анания Павела тӗрмене хупма та хӑтланнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан Павел нумай асап тӳснӗ. Усал ҫынсем Павела темиҫе хутчен хӗненӗ тата ӑна вӗлерес тесе чулсемпе те персе пӗтернӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 23:1, 2; 2 Коринф 11:24, 25).
Пире те Турра юрӑхлӑ мар пӗр-пӗр ӗҫ тума хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа шухӑшласа пӑхмалла: тӗрӗссине эсӗ мӗн таран юрататӑн? Хӑвна ыттисем ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн курайман чухне те эсӗ тӗрӗссине тума хатӗр-и, ыррине ҫав таран хытӑ юрататӑн-и? Ҫакна тума хӑюлӑх кирлӗ, ҫапла-и? ~
Эсӗ ыйтма пултаратӑн: «Ҫынсем пире ыррине тунӑшӑн мӗншӗн кураймаҫҫӗ-ха? Вӗсен савӑнмалла мар-и вара?» Ҫакӑ тӗрӗс пулассӑн туйӑнать. Ытларах чухне ҫынсем Иисуса ырӑ ӗҫӗсемшӗн юратнӑ. Пӗррехинче Иисус пурӑнакан ҫуртӑн алӑкӗ умне ҫав хулари пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисус пур чирлӗ ҫынна сыватнӑран килнӗ (Марк 1:33).
Анчах та тепӗр чухне Иисус мӗне вӗрентни ҫынсене килӗшмен. Вӑл яланах тӗрӗссине вӗрентнӗ пулсан та, хӑш-пӗрисене ҫакӑ тарӑхтарнӑ. Вӗсем ӑна чӑнлӑх ҫинчен вӗрентнӗшӗн курайман. Пӗррехинче Назаретра — Иисус ҫитӗнсе ӳснӗ хулара — акӑ мӗн пулса иртнӗ. Пӗр шӑматкун Иисус синагогӑна пынӑ, ытларах чухне иудейсем унта Иеговӑна пуҫҫапма пухӑннӑ.
Иисус Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса питӗ лайӑх вӗрентнӗ. Малтан унӑн сӑмахӗсем пурне те килӗшнӗ. Ҫынсем унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухакан ырӑ сӑмахсенчен тӗлӗннӗ. Вӗсене ҫак ҫамрӑк ҫын хӑйсен хулинче ӳссе ҫитӗннине ӗненме йывӑр пулнӑ.
Анчах кайран Иисус урӑххи ҫинчен каланӑ. Вӑл Турӑ ытти халӑх ҫыннисене пилленӗ вӑхӑтсем ҫинчен калама тытӑннӑ. Ҫакна илтсен синагогӑра пулнисем пурте тилӗрсе кайнӑ. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~ Вӗсем Туррӑн иудейсене — хӑйсене кӑна — пиллемелле тесе шутланӑ. Вӗсем хӑйсем ыттисенчен лайӑхрах тесе шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа ҫав сӑмахсене каланӑшӑн вӗсем Иисуса курайми пулнӑ. Вӗсем унпа мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлетӗн-и? ~
Библире вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та ӑна хуларан илсе тухнӑ тесе ҫырнӑ. Ҫав ҫынсем Иисуса ту ҫине илсе кайнӑ та аялалла тӗртсе яма хӑтланнӑ. Вӗсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ! Анчах та Иисус хӑтӑлма пултарнӑ (Лука 4:16—30).
Ҫакӑн пекки санпала пулса тухрӗ пулсан, эсӗ ҫав ҫынсене Турӑ ҫинчен каласа пама таврӑннӑ пулӑттӑн-и? ~ Ҫакна тума питӗ хӑюллӑ пулмалла, аха-и? ~ Пӗр ҫула яхӑн иртсен Иисус ҫав-ҫавах Назарета таврӑннӑ. Библире вӑл вӗсене «вӗсен синагогинче вӗрентнӗ» тенӗ. Иисус Турра юратман ҫынсенчен хӑраса тӑман. Вӑл малалла та вӗсене чӑнлӑх ҫинчен каланӑ (Матфей 13:54).
Пӗр шӑматкун синагогӑна килсен Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна курнӑ. Иисусӑн Турӑ панӑ вӑй пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ӑна сыватма пултарнӑ. Анчах та хӑш-пӗрисем Иисуса чӑрмантарасшӑн пулнӑ. Аслӑ Вӗрентекен мӗн тунӑ-ши? ~ Малтан вӑл ыйту панӑ: «Сирӗн сурӑх пур пулсан, вӑл шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен эсир ӑна туртса кӑларнӑ пулӑттӑр-и?»
Туртса кӑларӗччӗҫ паллах! Ҫакна вӗсем шӑматкун канмалла пулнине пӑхмасӑр тӑвӗччӗҫ. Ҫавӑнпа Иисус каланӑ: «Этем сурӑхран темӗн чухлӗ хаклӑрах вӗт! Ҫавӑнпа ҫынна шӑматкун пулӑшни темӗн чухлӗ ытларах ырӑ туни пулать». Иисусӑн ҫав ҫынна сыватмалла пулни уҫҫӑн курӑннӑ!
«Аллуна тӑс»,— тенӗ Иисус. Лешӗ тӑснӑ. Ҫав самантрах унӑн алли тӳрленнӗ. Ҫав ҫын мӗн тери телейлӗ пулнӑ! Ытти ҫынсем вара? Вӗсем савӑннӑ-и? ~ Ҫук. Вӗсем Иисуса тата хытӑрах курайми пулнӑ. Ҫав ҫынсем тухса кайнӑ та Аслӑ Вӗрентекене мӗнле вӗлермелли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ! (Матфей 12:9—14.)
Паян та ҫавнашкаллине асӑрхама пулать. Кирек мӗн тусан та пуриншӗн те ырӑ пулаймӑн. Ҫавӑнпа пирӗн кама юрама тӑрӑшмалли пирки шутласа хумалла. Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлне Иисус Христоса пулсан, вӗсем мӗне вӗрентнине яланах туса тӑмалла. Анчах та ун чухне пире кам курайми пулӗ? Тӗрӗссине тума пире кам чӑрмантарать? ~
Сатана Шуйттан. Тата кам? ~ Вӑл улталанине пула суяна ӗненекенсем. Пӗррехинче Иисус ҫав вӑхӑтри тӗн ертӳҫисене каланӑ: «Сирӗн аҫӑр — шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн» (Иоанн 8:44).
Шуйттана килӗшекен ҫынсем нумай. Ҫав ҫынсем пирки Иисус «тӗнче» тенӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, «тӗнче» сӑмахпа Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? ~ Атя Иоанн ҫырнӑ Евангелие, 15-мӗш сыпӑка, 19-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫар. Иисус каланӑ: «Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар, сире Эпӗ тӗнчерен суйласа илтӗм, тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть».
Ҫапла, Иисусӑн вӗренекенӗсене курайман тӗнче вӑл — Унӑн вӗрентӗвӗсене йышӑнман ҫынсем. Анчах мӗншӗн тӗнче Иисусӑн вӗренекенӗсене кураймасть? ~ Шухӑшласа пӑх-ха, ҫак тӗнче кам аллинче? ~ Библире «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑрать» тенӗ. Ҫак усал вӑл — Сатана Шуйттан (1 Иоанн 5:19).
Халӗ ӑнланатӑн-и, тӗрӗссине тума мӗншӗн ҫав тери йывӑр? ~ Ҫакна тума Сатанапа унӑн тӗнчи чӑрмантараҫҫӗ. Анчах та тепӗр чӑрмав та пур. Астӑватӑн-и, мӗнли? ~ Ҫак кӗнекен 23-мӗш сыпӑкӗнчен эпир пур ҫын та ҫылӑхлӑ ҫуралнине пӗлтӗмӗр. Ҫылӑха, Шуйттана тата унӑн тӗнчине пӗтерсен, мӗн тери лайӑх пулӗ, ҫапла вӗт? ~
Библире ҫакӑн пек сӑмах пани пур: «Тӗнче... пӗтет». Ҫакӑ Аслӑ Вӗрентекен хыҫҫӑн пыман ҫынсем ҫӗр ҫинче урӑх пулмасса пӗлтерет. Вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма памӗҫ. Эсӗ пӗлетӗн-и, камсем вара ӗмӗрех пурӑнӗҫ? ~ Библире малалла каланӑ: «Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Ҫапла, яланах тӗрӗссине тӑвакан, «Турӑ ирӗкне» пурнӑҫлакан ҫынсем кӑна Иеговӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Ҫавӑнпа пире тем пек йывӑр пулсан та, эпир пурпӗрех лайӑх ӗҫсем тӑвӑпӑр, ҫапла-и? ~
Тӗрӗссине тума мӗншӗн йывӑррине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисене атя пӗрле вулар: Матфей 7:13, 14; Лука 13:23, 24 тата Апостолсен ӗҫӗсем 14:21, 22.
[137-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак тӗнче пӗтсен тӗрӗссине тӑвакансемпе мӗн пулӗ?
[138-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн Павел мӗн-мӗн тӳссе ирттернӗ?
[141-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак ҫынсем Иисуса мӗншӗн вӗлересшӗн?