Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 24 сыпӑк, 127—131 с.
  • Нихӑҫан та вӑрӑ ан пул!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Нихӑҫан та вӑрӑ ан пул!
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Христоса сутаҫҫӗ тата арестлеҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 24 сыпӑк, 127—131 с.

24-МӖШ СЫПӐК

Нихӑҫан та вӑрӑ ан пул!

САНӐННЕ хӑҫан та пулин пӗр-пӗр япала вӑрланӑ-и? ~ Эсӗ ун чухне хӑвна мӗнле туйнӑ? ~ Вӑрлакан ҫынна вӑрӑ теҫҫӗ, вӑрӑсене вара никам та юратмасть. Анчах та ҫын мӗнле майпа вӑрӑ пулса тӑрать-ха? Нивушлӗ вӑл вӑрлас туртӑмпах ҫуралнӑ? ~

Эпир ҫынсем ҫылӑхлӑ ҫуралнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Акӑ мӗншӗн пурте ҫитменлӗхлӗ. Анчах никам та вӑрӑ пулса ҫуралмасть. Йӗркеллӗ ҫемьере ӳсекен те вӑрӑ пулса тӑма пултарать. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, пиччӗш-шӑллӗ тата аппӑш-йӑмӑкӗ тӳрӗ ҫынсем пулма пултараҫҫӗ. Ытларах чухне ҫын нумайрах укҫаллӑ пулас килнӗрен е укҫа парса илмелли япаласене илес килнӗрен вӑрлама пуҫлать.

Кам пӗрремӗш вӑрӑ пулнине эсӗ калама пултаратӑн-и? ~ Атя шухӑшласа пӑхар. Аслӑ Вӗрентекен пӗлӗтре пурӑннӑ чухнех вӑл камне пӗлнӗ. Ҫав вӑрӑ ангел пулнӑ. Анчах та Турӑ пур ангела та пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ-ҫке. Мӗнле-ха вара вӗсенчен пӗри вӑрӑ пулса тӑма пултарнӑ? ~ Ҫав ангел хӑйӗн маррине хӑйне валли илесшӗн пулнӑ. Ҫавӑн ҫинчен ҫак кӗнекен 8-мӗш сыпӑкӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ. Астӑватӑн-и, вӑл мӗн ҫинчен ӗмӗтленнӗ? ~

Турӑ пӗрремӗш ҫынсене пултарсан ҫав ангел вӗсене хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ. Анчах унӑн ҫакна тума ирӗк пулман, мӗншӗн тесен Турра кӑна пуҫҫапмалла. Апла пулин те вӑл ыттисене хӑйне пуҫҫаптарма пуҫланӑ. Вӑл ҫав ирӗке вӑрланӑ теме пулать. Адампа Евӑна хӑйне пуҫҫапма хӗтӗртсе ҫав ангел вӑрӑ пулса тӑнӑ. Вӑл Сатана Шуйттан пулса тӑнӑ.

Вӑрӑ пулма мӗн хистеме пултарать-ха? ~ Ҫын япалине илес килни. Ҫак кӑмӑл-туртӑм шутсӑр вӑйлӑ пулма пултарать, ҫавна пула лайӑх ҫынсем те тепӗр чухне япӑх ӗҫсем тума пултараҫҫӗ. Вӑрӑ пулса тӑнӑ ҫынсем хӑш-пӗр чухне тӳрӗ ҫул ҫине таврӑнмаҫҫӗ, вӗсем япӑх ӗҫсем тума пӑрахмаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Иисусӑн апостолӗ. Ӑна Иуда Искариот тесе чӗннӗ.

Вӑрлани япӑххине Иуда ӑнланнӑ, вӑл Турӑ Саккунне мӗн ачаранах пӗлнӗ-ҫке. Вӑл Турӑ пӗррехинче пӗлӗтрен хӑй халӑхне «ан вӑрла» тенине пӗлнӗ (Тухни 20:15). Ӳссе ҫитсен Иуда Аслӑ Вӗрентекенпе паллашнӑ та унӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа Иисус ӑна 12 апостолтан пӗри пулма суйласа илнӗ.

Иисус яланах хӑйӗн апостолӗсемпе пӗрле ҫул ҫӳренӗ. Вӗсем пӗрле ҫинӗ. Хӑйсен пӗтӗм укҫине вара пӗр укҫа арчинче тытнӑ. Иисус ҫав укҫа арчине Иудӑна йӑтса ҫӳреме хушнӑ. Укҫи, паллах, Иудӑн пулман. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл мӗн тума пуҫланине пӗлетӗн-и? ~

Вӑл укҫа арчинчен хӑйне валли укҫа илме тытӑннӑ. Ҫакна вӑл ыттисем курман чухне тунӑ. Анчах ӑна ҫакӑ та сахал пулнӑ. Вӑл ытларах укҫа илме майсем шыранӑ. Унӑн пӗтӗм шухӑшӗ те укҫа ҫинчен пулнӑ. Ҫак тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм мӗн патне илсе ҫитернине атя пӑхар. Ҫакӑ Аслӑ Вӗрентекене вӗлерес умӗн темиҫе кун маларах пулса иртнӗ.

Иисусӑн Лазарь тусӗн пӗртӑванӗ Мария хаклӑ йышши ҫу илнӗ те унпа Иисусӑн урине сӗрнӗ. Ҫакна курсан Иуда тарӑхнӑ. Мӗншӗнне пӗлетӗн-и? ~ Вӑл ҫӑва сутмаллаччӗ те укҫине вара чухӑнсене памаллаччӗ тенӗ. Чӑннипе вара вӑл чухӑнсемшӗн тӑрӑшман. Ҫав укҫана вӑл укҫа арчине хуртарасшӑн пулнӑ, ун чухне вара хӑйне валли ытларах илме пултарнӑ (Иоанн 12:1—6).

Иисус Иудӑна Марийӑна чӑрмантарма чарнӑ, вӑл ырӑ ӗҫ тунӑ вӗт. Иисусӑн сӑмахӗсем Иудӑна питӗ килӗшмен! Ним шухӑшласа тӑмасӑр вӑл аслӑ священниксем патне кайнӑ, вӗсем вара Иисусӑн тӑшманӗсем пулнӑ. Ҫав ҫынсем Аслӑ Вӗрентекене арестлесшӗн пулнӑ тата никам та ан куртӑр тесе ҫавна ҫӗрле тума шут тытнӑ.

Иуда священниксене каланӑ: «Укҫа парсан эпӗ сире Иисуса мӗнле тытмаллине калама пултаратӑп. Эпӗ сире пулӑшсан эсир мана мӗн чухлӗ парӑр?»

«Эпир сана вӑтӑр кӗмӗл укҫа парӑпӑр»,— хуравланӑ аслӑ священниксем (Матфей 26:14—16).

Иуда укҫана илнӗ. Ҫакӑ Аслӑ Вӗрентекене ҫав ҫынсене сутнӑпа пӗрех пулнӑ! Кам та пулин ҫакӑн пек усал ӗҫ тума пултарнине ӗненме те йывӑр, ҫапла вӗт? ~ Вӑрӑ пулса тӑнӑ тата укҫа вӑрлакан ҫынпа акӑ мӗн пулса тухма пултарать. Ҫакӑн пек ҫын ыттисене юратнинчен тата Турра юратнинчен те ытларах укҫана юратать.

Анчах эсӗ: «Эпӗ пуринчен ытларах яланах Иеговӑна юрататӑп»,— теме пултаратӑн. Санӑн ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулни питӗ аван. Хӑйне апостол пулма суйласа илсен Иуда та ҫапла шухӑшлама пултарнӑ. Тен, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑрӑ пулса тӑнӑ ытти ҫынсен те ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Атя вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫинчен пӗлер.

Аслӑ Вӗрентекен ҫураличчен чылай маларах ҫӗр ҫинче Туррӑн пӗр ӗҫлекенӗ пурӑннӑ. Вӑл Ахан ятлӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӑл питӗ хитре тумтир, ылтӑн катӑкӗ тата кӗмӗл укҫасем курнӑ. Анчах та ҫаксем унӑн япалисем пулман. Библире ҫакӑ пурте Иеговӑн пулнӑ тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсенчен туртса илнӗ. Анчах Ахана ҫав япаласем питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене вӑрланӑ (Иисус Навин 6:18; 7:11, 20—22).

Акӑ тепӗр тӗслӗх. Ӗлӗк-авал Иегова Давида Израиль халӑхӗн патши пулма лартнӑ. Анчах Давид пӗррехинче пӗр питӗ хитре хӗрарӑма куҫ илмесӗр пӑхса тӑнӑ. Вӑл Вирсавия ятлӑ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑм Давида питӗ килӗшнӗ, вӑл вара ӑна хӑйӗн ҫуртне мӗнле илсе кӗртмелли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Анчах унӑн упӑшки пулнӑ, унӑн ячӗ — Урия. Давидӑн мӗн тумалла пулнӑ-ха? ~

Унӑн Вирсавия ҫинчен шухӑшлама тата ун ҫине киленсе пӑхма пӑрахмалла пулнӑ. Анчах та вӑл ҫакна туман. Вӑл Вирсавияна хӑйӗн килне илсе кӗнӗ. Унтан вара Урияна вӗлермелле тунӑ. Мӗншӗн Давид ҫак усал ӗҫе тунӑ-ха? ~ Мӗншӗн тесен вӑл япӑххи ҫинчен шухӑшлама пӑрахман. Вӑл урӑх ҫыннӑн арӑмӗ ҫинчен малалла та ӗмӗтленнӗ (2 Патшасен 11:2—27).

Анчах та каярахпа Давид ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа Иегова ӑна пурӑнма ирӗк панӑ. Апла пулин те Давидӑн питӗ нумай йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Унӑн ывӑлӗ Авессалом ун вырӑнне патша пуласшӑн пулнӑ. Кам та пулин Давид патне килсен Авессалом ҫав ҫынсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ, вӑл вӗсене ыталанӑ тата чуптунӑ. Библире каланӑ: «[Авессалом] израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ». Вӑл ҫав ҫынсем пулӑшнипе Давид вырӑнне хӑй патша пулса тӑрасшӑн пулнӑ (2 Патшасен 15:1—12).

Ахан, Давид тата Авессалом пекех, эсӗ мӗн ҫинчен те пулин хытӑ ӗмӗтленнӗ-и? ~ Анчах та ҫав япала санӑн мар пулсан, ӑна ыйтмасӑр илни вӑрлани пулать. Астӑватӑн-и, пӗрремӗш вӑрӑ, Сатана, мӗн ҫинчен ӗмӗтленнӗ? ~ Унӑн ҫынсене Турра мар, хӑйне пуҫҫаптарас килнӗ. Ҫавӑнпа Сатана Адампа Евӑна Турра мар, хӑйне пуҫҫапма хӗтӗртни вӑрланипе танлашать.

Япалан хуҫи кӑна унпа кам усӑ курма тата ӑна кам илме пултарнине калама пултарать. Сӑмахран, эсӗ ытти ачасем патне хӑнана выляма кайрӑн. Вӗсен килӗнчен мӗн те пулин хӑвпа пӗрле илсе кайма юрать-и? ~ Ҫук, юрамасть, ҫакна вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ирӗк парсан ҫеҫ тума юрать. Эсӗ мӗн те пулин ыйтмасӑр илетӗн пулсан, ҫакӑ вӑрлани пулать.

Анчах та мӗншӗн вӑрлас килсе кайма пултарать-ха? ~ Сана ҫын япали килӗшме пултарать, санӑн вара ӑна илес килӗ. Анчах йӗри-таврара никам та ҫук пулсан та, пӗлетӗн-и кам пурне те курса тӑрать? ~ Иегова Турӑ. Турӑ вӑрланине курайманнине пирӗн яланах асра тытмалла. Ҫапла, Турра тата ҫывӑх ҫынсене юратни сана вӑрӑ пулса тӑрасран хӳтӗлӗ.

Библире вӑрлани тӗрӗс мар тенӗ. Марк 10:17—19; Рим 13:9 тата Эфес 4:28 вула, тархасшӑн.

[129-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн Авессалома та вӑрӑ теме пулать?

[130-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Иуда мӗншӗн вӑрлама пуҫланӑ?

[130-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Аханпа Давида мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсем ҫавӑрса илнӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр