Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 21 сыпӑк, 112—116 с.
  • Мухтанни тӗрӗс-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мухтанни тӗрӗс-и?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Кӗлтуни тата кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус Матфея чӗнет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 21 сыпӑк, 112—116 с.

21-МӖШ СЫПӐК

Мухтанни тӗрӗс-и?

МУХТАННИ мӗн вӑл, пӗлетӗн-и? ~ Сана пӗр тӗслӗх илсе парас тетӗп. Санӑн хӑҫан та пулин хӑвӑн мӗн лайӑхах пулманнине тума тивнӗ-и? Тен, мечӗк ҫапма е скакалкӑпа сикме? Ҫав вӑхӑтра кам та пулин: «Ха-ха-ха! Манӑн вара лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ»,— тесе кулни пулкаланӑ-и? ~ Ҫакӑ мухтанни пулать те.

Кам та пулин мухтаннӑ чухне эсӗ хӑвна мӗнле туятӑн? Ҫакӑ сана килӗшет-и? ~ Эсӗ мухтаннӑ чухне вара ыттисем мӗн туяҫҫӗ? ~ Кама та пулин «Эпӗ санран лайӑхрах» тени аван-и? ~ Ҫакӑн пек ҫынсене Иегова юратать-ши? ~

Хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлакан ҫынсене Аслӑ Вӗрентекен сахал мар курнӑ. Вӗсем хӑйсене хӑйсем ырласа мухтаннӑ тата ыттисем умӗнче пуҫӗсене каҫӑртса ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа Иисус ҫакӑ лайӑх маррине кӑтартас тесе пӗр тӗслӗх каласа панӑ. Атя итлесе пӑхар.

Ҫак тӗслӗх фарисейпе куланай пухакан ҫинчен. Вӑл вӑхӑтра фарисейсем Турӑ ҫинчен вӗрентекен тӗн ертӳҫисем пулнӑ, вӗсем час-часах ыттисенчен хытӑрах ӗненекенсем пек курӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче, Иисус каласа панӑ тӑрӑх, пӗр фарисей Иерусалимри храма кӗлтума килнӗ.

Храма куланай пухакан та пынӑ. Ҫынсенчен нумайӑшӗ куланай пухакансене юратман. Вӗсем ҫав ҫынсем халӑха мӗнле улталамалли пирки ҫеҫ шутлаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, куланай пухакансенчен чылайӑшӗ нумай чухне улталанӑ.

Храма кӗрсен фарисей кӗлтума пуҫланӑ: «Эй Турӑ! Сана тав тӑватӑп, эпӗ ытти ҫынсем пек ҫылӑхлӑ мар. Эпӗ никама та улталамастӑп тата ним япӑххи те тумастӑп. Эпӗ ҫак куланай пухакан пек те мар. Эпӗ тӳрӗ ҫын вӗт. Турӑҫӑм, сан ҫинчен ытларах шухӑшлас тесе эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп. Мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне храма паратӑп». Ҫав фарисей хӑй ыттисенчен чӑнах та лайӑхрах тесе шухӑшланӑ, ҫапла мар-и? — Шӑпах ҫавӑн ҫинчен вӑл Турра каласа панӑ.

Куланай пухакан вара хӑйне пач урӑхла тытнӑ. Вӑл кӗлтунӑ чухне куҫне уҫса ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман, пуҫне пӗксе аяккинче ҫеҫ тӑнӑ. Вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн питӗ куляннӑ тата хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа тӑнӑ. Куланай пухакан хӑйӗн лайӑх енӗсем ҫинчен пӗр сӑмах та каламан. Вӑл: «Эй Турӑҫӑм! хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑскере» — тесе ҫеҫ тӑнӑ.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫак икӗ ҫынран хӑшӗ Туррӑн кӑмӑлне кайнӑ? Хӑй пирки тӳрӗ тесе шутлакан фарисей-и е куланай пухакан, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенскер? ~

Иисус Турра куланай пухакан ҫын килӗшнӗ тенӗ. Мӗншӗн? Иисус ӑнлантарнӑ: «Ыттисенчен лайӑхрах пек курӑнма тӑрӑшакан кашни ҫынах кӗҫӗне юлӗ. Хӑй ҫинчен ытлашши нумай шухӑшламан ҫын асла тухӗ» (Лука 18:9—14).

Иисус ҫакӑнпа мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? ~ Вӑл эпир ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлани тӗрӗс маррине кӑтартасшӑн пулнӑ. «Анчах та эпӗ хама ыттисенчен лайӑхрах теместӗп вӗт» — тейӗ кам та пулин. Ҫапла, анчах та ҫакӑ эпир хамӑра мӗнле тытнинче палӑрма пултарать. Санпала ҫакӑн пекки пулкаланӑ-и? — Атя Пётр апостол тӗслӗхне пӑхса тухар.

Пӗррехинче Иисус хӑйӗн апостолӗсене мана арестленӗ хыҫҫӑн эсир пурте мана хӑваратӑр тенӗ. Ҫакна илтсен Пётр мухтанма пуҫланӑ: «Вӗсем пурте сана пӑрахса хӑварсан та, эпӗ сана нихӑҫан та хӑвармӑп!» Пётр мӗн тери йӑнӑшнӑ! Вӑл хӑй ҫине ытлашши шаннӑ. Пётр Иисуса пӑрахса кайнӑ. Анчах та каярахпа вӑл таврӑннӑ, ҫавӑн ҫинчен ҫак кӗнекери 30-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ (Матфей 26:31—33).

Халӗ вара паянхи пурнӑҫри тӗслӗхе пӑхса тухар. Сӑмахран, шкулта вӗрентекен класа ыйту парать. Эсӗ материала лайӑх пӗлетӗн тейӗпӗр, тепри вара хуравлама тӑхтаса тӑрать. Паллах, хурава пӗлсен хӑвна лайӑх туятӑн. Анчах та хӑвӑрт хуравлама пултарайман ачасемпе хӑвна танлаштарни лайӑх пулать-ши? ~ Ыттисен мӗн те пулин пулсах кайман чухне хӑв вӗсенчен ирттернине кӑтартни лайӑх-ши вара? ~

Фарисей шӑп ҫавӑн пек тунӑ та. Вӑл куланай пухаканран лайӑхрах пулнипе мухтаннӑ. Анчах та Аслӑ Вӗрентекен фарисей тӗрӗс мар тӑвать тенӗ. Ҫапла, хӑш-пӗр ҫынсем ыттисенчен мӗн те пулин лайӑхрах тӑваҫҫӗ. Апла пулин те ҫакӑ вӗсем лайӑхраххине пӗлтермест.

Ҫавӑнпа эпир тепӗр ҫынран нумайрах пӗлетпӗр пулсан, ҫакӑ пирӗн мухтанмаллине кӑтартать-и? ~ Атя шухӑшласа пӑхар. Пуҫ мимине эпир хамӑр тунӑ-ши? ~ Ҫук, пуҫ мимине ҫынсене Турӑ панӑ. Эпир хамӑр мӗн пӗлнине нумайӑшне ыттисенчен вӗреннӗ. Хӑшне-пӗрне кӗнекере вуланӑ. Мӗн те пулин пире ытти ҫынсем каласа панӑ. Анчах та пӗр-пӗр япалана эпир хамӑр ӑнланса илтӗмӗр пулсан та, ҫакна тума пире мӗн пулӑшнӑ? ~ Ҫапла, пуҫ мими пулӑшнӑ, ӑна вара пире Турӑ парнеленӗ.

Енчен те эпир кам та пулин питӗ тӑрӑшнине асӑрхарӑмӑр пулсан, ӑна мухтаса илни тата ырлани лайӑх пулать. Вӑл мӗн туни сана килӗшни ҫинчен кала. Эсӗ ӑна лайӑхланма та пулӑшма пултаратӑн. Эсӗ хӑв та ыттисенчен ҫавнах кӗтместӗн-и вара? ~

Хӑш-пӗрисем теприсенчен вӑйлӑрах. Эсӗ шӑллунтан е йӑмӑкунтан вӑйлӑрах пулсан вара? Ҫакӑ сана мухтанма ирӗк парать-и? ~ Ҫук. Мӗншӗн тесен пире ӳсме тата вӑйлӑ пулма хамӑр ҫиекен апат пулӑшать. Анчах та хӗвеле те Турӑ пӑхтарать, ҫумӑра та вӑл ҫутарать, пахча-ҫимӗҫ вара вӗсене пула ӳсет, ҫапла вӗт? ~ Ҫавӑнпа пирӗн хамӑра ҫирӗп те вӑйлӑ ҫынсем пулса ӳсме пулӑшнӑшӑн Турра тав тумалла (Апостолсен ӗҫӗсем 14:16, 17).

Кам та пулин мухтаннине итлеме никама та килӗшмест, ҫапла-и? ~ Иисус сӑмахӗсене аса илер-ха: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр». Иисуса итлесен эпир нихӑҫан та Аслӑ Вӗрентекен каласа панӑ тӗслӗхри мухтанакан фарисей пек пулмӑпӑр (Лука 6:31).

Пӗррехинче тахӑшӗ Иисуса ырӑ тенӗ. Аслӑ Вӗрентекен: «Ҫапла! Эпӗ питӗ ырӑ!»,— тенӗ-и? ~ Ҫук, вӑл ҫакӑн пек каламан. Пачах урӑхла, вӑл хирӗҫлесе каланӑ: «Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар» (Марк 10:18). Аслӑ Вӗрентекен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулсан та, вӑл хӑйпе мухтанман. Апла тӑвас вырӑнне вӑл пӗтӗм чыс-мухтава хӑйӗн Ашшӗне Иеговӑна панӑ.

Эппин, эпир кама та пулин мухтама пултаратпӑр-и? ~ Ҫапла. Эпир Пултаракана, Иегова Турра, мухтав кӳме пултаратпӑр. Хӗвел аннине е Туррӑн ытти илемлӗ пултарнийӗсене пӑхса киленсе тӑнӑ май эпир ҫапла калама пултаратпӑр: «Ҫак пур илеме те Иегова Турӑ тунӑ». Иеговӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл мӗн туни тата мӗн тӑвасси ҫинчен атя яланах ыттисене каласа парар.

Библире мухтанни пирки мӗн каланине тата мӗншӗн хамӑрпа мухтанма юраманни ҫинчен вула: Ытарӑшсем 16:5, 18; Иеремия 9:23, 24 тата 1 Коринф 4:7; 13:4.

[113-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн Турра фарисей мар, куланай пухакан килӗшнӗ?

[115-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Эсӗ нумайрах пӗлетӗн пулсан, ҫакӑ эсӗ ыттисенчен лайӑхраххине пӗлтерет-и?

[115-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Хӑв вӑйлӑрах пулнипе мӗншӗн мухтанмалла мар?

[116-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫак арҫын ача кама мухтать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр