Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 15 сыпӑк, 82—86 с.
  • Ырӑ пулма вӗрентни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ырӑ пулма вӗрентни
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Самари ҫынни чӑннипе ҫывӑх ҫын пулнине кӑтартать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисусӑн вӗрентмелли меслечӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иеговӑпа Христос пӗр пулнӑ пекех эпир те пӗр пулар
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 15 сыпӑк, 82—86 с.

15-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ пулма вӗрентни

ЭСӖ мӗнле шутлатӑн, ҫын мӗнлине пӗличченех ун ҫинчен япӑх шухӑшлани тӗрӗс-и? ~ Ҫапла, тӗрӗс мар. Ҫакӑ эпир кама та пулин вӑл урӑх чӗлхепе калаҫнӑран е сӑн-пичӗпе уйрӑлса тӑнӑран кӑна юратманнине пӗлтернӗ пулӗччӗ.

Сан шутпа, ҫакӑ тӗрӗс-и? ~ Ҫук, ҫакӑ тӗрӗс те мар, лайӑх та мар. Тепӗр ҫын пирӗн пек пулманран кӑна пирӗн хамӑра унпа япӑх тытмалла мар.

Эсӗ кама та пулин хӑвӑнтан ӳт тӗсӗпе уйрӑлса тӑракан ҫынна е урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынна пӗлетӗн-и? ~ Тен, эсӗ уксах-чӑлах е чирлекен ҫынсене пӗлетӗн. Эсӗ хӑвӑнтан ҫавнашкал уйрӑлса тӑракан ҫынсене юрататӑн-и тата вӗсемпе ырӑ пулма тӑрӑшатӑн-и? ~

Аслӑ Вӗрентекене, Иисус Христоса, итлесен эпир пуриншӗн те ырӑ ӗҫсем тӑвӑпӑр. Эпир ҫын мӗнле ҫӗршывран килнине е ӳчӗ мӗн тӗслине пӑхмасӑр унпа ырӑ кӑмӑллӑ пулӑпӑр. Нумай ҫын ҫавӑн пек тумасть пулин те, Иисус шӑпах ҫакӑн пек тума вӗрентнӗ.

Пӗррехинче ыттисем ҫинчен япӑх шухӑшлакан пӗр иудей Иисус патне пынӑ та ыйтнӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн?» Анчах та Иисус унӑн шухӑшӗсене пӗлнӗ. Ҫак иудей Иисусран хӑйӗн халӑхӗнчи ҫынсене кӑна ырӑ тумалла тенине илтесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа Иисус ҫав ҫынран ыйтнӑ: «Саккунра ҫакӑн ҫинчен мӗн ҫырнӑ? Пирӗн мӗн тумалла?»

Иудей хуравланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». «Тӗрӗс каларӑн эсӗ, ҫапла ту, вара ӗмӗрех пурӑнӑн»,— тенӗ Иисус.

Анчах ҫав ҫын хӑйӗнчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑракан ҫынсене ырӑ тӑвасшӑн пулман. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ. Вӑл Иисусран ыйтнӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» Ҫав ҫын Иисусран «ҫывӑх ҫынсем вӗсем — туссем» е «сӑнӗ-пичӗпе хӑвӑн пек ҫынсемех» тенине илтесшӗн пулнӑ. Анчах Иисус ӑна иудейпе самаритянин ҫинчен пӗр тӗслӗх каласа хуравланӑ. Вуласа пӗлер-ха.

Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ. Вӑл иудей пулнӑ. Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ. Вӗсем ӑна ҫапса ӳкернӗ, ҫаратнӑ тата тумтирне хывса илнӗ. Унтан вара хӗнесе пӗтернӗ те ҫул хӗррине вилме пӑрахса хӑварнӑ.

Кӑшт вӑхӑтран ҫав ҫулпа священник иртсе пынӑ. Вӑл суранлатса пӗтернӗ ҫынна асӑрханӑ. Эсӗ ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~ Священник ҫулӑн тепӗр енне каҫнӑ та малалла кайнӑ. Вӑл чарӑнса та тӑман! Вӑл ҫав ҫынна нимӗнпе те пулӑшман.

Ҫав ҫулпах Турра ӗненекен тепӗр ҫын иртсе пынӑ. Вӑл Иерусалимри храмра ӗҫлекен левит пулнӑ. Тен, вӑл чарӑнса тӑрӗ те суранлӑ ҫынна пулӑшӗ? ~ Ҫук. Вӑл священник пекех тунӑ.

Юлашкинчен ҫав ҫулпа Самари ҫынни иртсе пынӑ. Куратӑн-и, вӑл ҫул кукринчен тухать? ~ Вӑл суранлӑ иудее асӑрханӑ. Анчах самаритянсемпе иудейсенчен нумайӑшӗ пӗр-пӗрне юратман (Иоанн 4:9). Самари ҫынни мӗн тӑвӗ-ши? Вӑл мӗскӗн ҫынна ҫул хӗрринче вилме пӑрахса хӑварӗ-и? «Ҫак иудее мӗншӗн пулӑшас-ха ман? Манпа ҫапла пулса тухнӑ пулсан вӑл мана пулӑшман пулӗччӗ»,— тесе шухӑшлӗ-и вӑл?

Ҫук, вӑл ҫакӑн пек шухӑшламан. Ҫул хӗрринче выртакан ҫынна курсан Самари ҫынни ӑна хӗрхенсе кайнӑ. Вӑл инкеке лекнӗ ҫынна унта хӑварма пултарайман, вӑл вилме пултарнӑ-ҫке. Самари ҫынни ашак ҫинчен аннӑ та ун патне пынӑ, вара суранӗсене сиплеме пуҫланӑ. Вӑл унӑн суранӗсем хӑвӑртрах тӳрленччӗр тесе вӗсем ҫине ҫупа эрех сӗрнӗ. Унтан вара пир татӑкӗпе ҫыхса янӑ.

Самари ҫынни суранлӑ ҫынна хӑйӗн ашакӗ ҫине асӑрханса лартнӑ та хуллен малалла кайнӑ. Тинех вӗсем хӑна ҫуртне ҫитнӗ. Самари ҫынни мӗскӗнӗн чарӑнса тӑма вырӑн пултӑр тесе тата ӑна лайӑх пӑхчӑр тесе укҫа тӳленӗ.

Каласа пӗтерсен Иисус ыйтнӑ: «Ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ырӑ ҫывӑх ҫын пулнӑ?» Эсӗ вара мӗнле шутлатӑн? Священник-и, левит-и е Самари ҫынни-и? ~

Ҫын хуравланӑ: «Чарӑнса тӑрса пулӑшу панӑскерӗ ырӑ ҫывӑх ҫын пулнӑ». «Тӗрӗс,— тенӗ Иисус.— Кай та эсӗ те ҫапла ту» (Лука 10:25—37).

Мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Халӗ пирӗн ҫывӑх ҫын кам пулни тӳрех паллӑ. Ҫывӑх ҫынсем вӗсем — пирӗн туссем кӑна мар. Ӳчӗсем пирӗн пек тӗслисем тата пирӗн чӗлхепе калаҫакансем ҫеҫ те мар. Иисус пире ҫынсем хӑш ҫӗршывран килнине тата вӗсем мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӑхмасӑр вӗсене ырӑ тумалла тесе вӗрентнӗ.

Иегова Турӑ хӑйне шӑпах ҫавӑн пек тытать. Вӑл никама та камне кура уйӑрмасть. Иисус каланӑ: «Вӑл [Турӑ] Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те лайӑххисем ҫине те, япӑххисем ҫине те ҫутарать». Ҫавӑнпа пирӗн, Турӑ пекех, пур ҫынна та ырӑ тумалла (Матфей 5:44—48).

Эппин, кам та пулин хӑйне япӑх туйнине е суранланнине куртӑн пулсан эсӗ мӗн тӑвӑн? ~ Ҫав ҫын урӑх ҫӗршывран пулсан е унӑн ӳчӗ урӑх тӗслӗ пулсан вара? Вӑл ҫав-ҫавах санӑн ҫывӑх ҫынну пулать, ҫавӑнпа санӑн ӑна пулӑшмаллах. Эсӗ хӑв пӗччен пулӑшма вӑй ҫитерейместӗн пулсан, аслисенчен кама та пулин чӗн. Эсӗ полицире ӗҫлекене е вӗрентекене чӗнме пултаратӑн. Ҫапла тусан эсӗ ырӑ самаритянин пекех пулӑн.

Аслӑ Вӗрентекен пире ырӑ ҫынсем пултарасшӑн. Ыттисем пирӗнтен уйрӑлса тӑрсан та, тӑмасан та, унӑн пире вӗсене пулӑштарас килет. Ҫавӑнпа вӑл пире ырӑ самаритянин ҫинчен тӗслӗх каласа панӑ та.

Пур халӑх ҫыннипе те ырӑ пулни питӗ кирлине ҫак сӑвӑ йӗркисенче кӑтартнӑ: Ытарӑшсем 19:22; Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35; 17:26.

[83-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Хамӑртан мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑракан ҫынсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

[84, 85-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]

Мӗншӗн Самари ҫынни пирки ырӑ ҫывӑх ҫын теме пулать?

[86-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ырӑ ҫывӑх ҫын пулас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр