7-МӖШ УРОК
Ӗлӗк пулнӑ ӗҫсем мӗне вӗрентеҫҫӗ
Иегова усал ҫынсене Рая пӗтерме ирӗк памӗ. Унта Туррӑн тусӗсем кӑна пурӑнӗҫ. Усал ҫынсемпе мӗн пулӗ? Ҫак ыйтӑва пӗлес тесе Ной ҫинчен калакан чӑн пулнӑ историне пӑхса тухӑпӑр. Ной пиншер ҫул каялла пурӑннӑ. Вӑл Иеговӑн кӑмӑлне яланах пӗтӗм вӑйран тума тӑрӑшакан лайӑх ҫын пулнӑ. Анчах ытти ҫынсем ҫӗр ҫинче усал ӗҫсем тунӑ. Ҫавӑн чухне Иегова Ноя пур усал ҫынна та шыв айне путарса пӗтерме шут тытни ҫинчен каланӑ. Ной та, унӑн ҫемьи те шыв айне путса вилесрен, Иегова Ноя ковчег [карап] тума хушнӑ (Бытие 6:9—18).
Нойпа унӑн ҫемьи ковчег туса хунӑ. Ной ҫынсене ҫӗре шыв илет тесе асӑрхаттарнӑ, анчах вӗсем ӑна итлемен. Вӗсем малалла усал ӗҫсем тунӑ. Ковчега туса пӗтернӗ хыҫҫӑн Ной унта чӗрчунсене кӗртнӗ, ун хыҫҫӑн вара хӑй те, унӑн ҫемьи те ковчега кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Иегова вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл янӑ. Ҫумӑр 40 кунпа 40 каҫ ҫунӑ. Шыв пӗтӗм ҫӗре илнӗ (Бытие 7:7—12).
Усал ҫынсем вилсе пӗтнӗ, анчах Нойпа унӑн ҫемьи ҫӑлӑнса юлнӑ. Ҫӗре шыв илнӗ чухне сыхласа хӑварнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене усалтан тасатнӑ ҫӗр панӑ (Бытие 7:22, 23). Тӗрӗс тума килӗшменнисене Иегова пӗтерет тесе калакан вӑхӑт тепре пулать тесе Библире каланӑ. Лайӑх ҫынсем пӗтмеҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (2 Петр 2:5, 6, 9).
Халӗ нумай ҫынсем усал тӑваҫҫӗ. Тӗнчере хуйхӑ-суйхӑ нумайланчӗ. Иегова хӑйӗн Свидетелӗсене ҫынсене асӑрхаттарма ҫине-ҫинех ярса тӑрать, анчах ҫынсенчен нумайӑшӗ Иеговӑн сӑмахӗсене итлесшӗн мар. Вӗсем хӑйсен ҫулӗсене улӑштарасшӑн мар. Вӗсем Турӑ ырӑпа усал ҫинчен мӗн каланине йышӑнасшӑн мар. Ҫак ҫынсемпе мӗн пулӗ? Хӑҫан та пулин вӗсем улшӑнӗҫ-ши? Нумайӑшӗ нихӑҫан та улшӑнмӗҫ. Усал ҫынсене пӗтерес вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, вӗсем вара нихӑҫан та тепӗр хут пурӑнмӗҫ (Псалом 91:8).
Ҫӗр пӗтмест — вӑл Рай пулса тӑрать. Кам Турӑ тусӗ пулса тӑрать, вӑл ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ (Псалом 36:29).