Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!
Ҫак брошюрӑна ҫӗре тата ун ҫинче мӗн пуррине кам тунине сана пӗлме пулӑшас тесе пичетлесе кӑларнӑ. Эсӗ ҫӗре тӑвакан Туррӑн ячӗ пуррине пӗлӗн. Унта эпир ҫавӑн пекех Турӑ ҫынна мӗншӗн тунине тата мӗнле майпа эсӗ ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑнма пултарасси ҫинчен ӑнлантарӑпӑр.
Нумай ӳкерчӗк йышӗ сана пурне те лайӑхрах ӑнланма пулӑшасса эпир шанатпӑр. Нумайтарах усӑ илес тесен санӑн ӳкерчӗксем патӗнчи Библи ҫинчен илсе кӑтартнӑ текстсене вулас пулать. Ҫапла вара эсӗ Библи ҫинчи Туррӑн тӗлӗнмелле сӑмах панине хӑвах вуласа тухӑн тата Турӑ шухӑшӗпе ҫав сӑмах панине пурнӑҫлама хутшӑнас тесен, санӑн мӗн тумаллине пӗлӗн.
Кӑмӑлу пулсан, эсӗ ҫак брошюрӑпа ытти ҫынсене пулӑшас тесе усӑ курма пултаратӑн. Енчен те санӑн ачасем пур пулсан, эсӗ унпа вӗсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе усӑ курма пултаратӑн. Енчен те эсӗ аслисенчен нумайӑшӗ вулама пӗлмен ҫӗршывра пурӑнатӑн пулсан, ҫакӑнти ӳкерчӗксем тӑрӑх эсӗ вӗсене Турӑ шухӑшӗсемпе паллашма пулӑшӑн, вара вӗсем те хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшма пултарӗҫ.
Ҫак брошюрӑпа вӗренни сана нумай пил илме ҫул уҫӗ тата ыттисене те кунта, ҫӗр ҫинче, мӗнле ӗмӗр пурӑнма пултарнине кӑтартма пулӑшӗ тесе эпир чунтан шанатпӑр.