4-МӖШ ПАЙӖ
Изра́илӗн пӗрремӗш патшинчен пуҫласа Вавилона́ тыткӑна лекиччен
Сау́л Изра́илӗн пӗрремӗш патши пулса тӑрать. Анчах Иегова ӑна сирсе ярать те ун вырӑнне Давида́ патшана суйласа лартать. Эпир Дави́д ҫинчен нумай пӗлӗпӗр. Ҫамрӑк чухнех Дави́д Голиа́ф ятлӑ улӑппа кӗрешнине пӗлӗпӗр. Каярахпа вӑл кӗвӗҫекен Сау́л патшаран пытанса ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн питӗ илемлӗ Авиге́я Давида́ ӑссӑрла хӑтланассинчен чарнӑ.
Малалла вара эпир Дави́д ывӑлӗ Соломо́н ҫинчен нумай пӗлӗпӗр — вӑл Дави́д хыҫҫӑн патшана ларнӑ. Изра́илӗн малтанхи виҫӗ патшисенчен кашни 40 ҫул патшара ларать. Соломо́н вилнӗ хыҫҫӑн Изра́иль икӗ патшалӑх — ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшалӑх — ҫине пайланса кайнӑ.
Вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхӗ 257 ҫул хушши тытӑнса тӑнӑ, вара Асси́ри ҫыннисем ӑна тӗп тунӑ. Кайран 133 ҫул иртсен, икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑхне те тӗп тунӑ. Изра́иль халӑхне вара Вавилона́ тыткӑна илсе кайнӑ. Апла пулсан, ТӐВАТТӐМӖШ пайӗнче пирӗн куҫ умӗнче чуна хумхантаракан саманан 510 ҫулӗ иртсе кайӗ.