Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Ӳлӗмхине 1:1—22:21
  • Ӳлӗмхи

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӳлӗмхи
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Ӳлӗмхи

ӲЛӖМХИНЕ

УҪСА ПАНИ

1 Иисус Христос ӳлӗмхине* уҫса пани. Иисуса ҫакна Турӑ, хӑйӗн чурисене кӗҫех мӗн пулса иртессине кӑтартас тесе, пӗлтернӗ. Иисус хӑйӗн ангелне янӑ та ун урлӑ хӑйӗн чурине Иоана ҫакна символсемпе* кӑтартнӑ. 2 Иоанн вара Туррӑн сӑмахне тата Иисус Христос пӗлтернӗ хыпара — хӑй мӗн курнине пӗтӗмпех — каласа панӑ. 3 Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсене сасӑпа вулакан телейлӗ, ҫак сӑмахсене итлесе пурнӑҫра тытса тӑракансем те телейлӗ, мӗншӗн тесен палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫывӑх.

4 Эпӗ, Иоанн, Азири* ҫичӗ пухӑва ҫырса яратӑп:

Кам пур, кам пулнӑ тата кам килет, унран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр. Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран та, 5 Иисус Христосран та — Шанчӑклӑ Свидетельтен, вилӗмрен чи малтан чӗрӗлсе тӑнинчен тата ҫӗр ҫинчи патшасен пуҫлӑхӗнчен — виҫесӗр ырӑлӑхпа мир пултӑр.

Кам пире юратать, кам пире хӑйӗн юнӗпе ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ, 6 кам пире хӑйӗн Туррин тата Ашшӗн патшисемпе священникӗсем тунӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та хӑватлӑ пултӑр. Аминь.

7 Вӑл пӗлӗтсемпе килет, ӑна пурте, ӑна сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ӑна пула ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте хуйхӑрнипе хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапӗҫ. Ҫапла пулӗ те, аминь.

8 «Эпӗ А́льфа тата Оме́га, — тет Иегова* Турӑ, — эпӗ пур, пулнӑ, килетӗп, эпӗ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ».

9 Эпӗ, Иоанн, сирӗн тӑванӑр, Иисус хыҫҫӑн пыракан, чӑтӑмлӑ пулса сирӗнпе пӗрле асапсем тӳсетӗп тата сирӗнпе пӗрле патшалӑхра пулатӑп. Эпӗ Турӑ ҫинчен каласа тӑнӑшӑн тата Иисус ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗшӗн Па́тмос утравӗ ҫинче пултӑм. 10 Святой сывлӑш витӗм кӳнипе эпӗ Ҫӳлхуҫан кунне лекрӗм, вара хам хыҫра труба сасси пек хытӑ сасӑ илтрӗм. 11 Вӑл ҫапла каларӗ: «Хӑв мӗн курнине чӗркеме ҫырса хур та ҫичӗ пухӑва — Эфесри, Смирнӑри, Пергамри, Фиатирӑри, Сардӑри, Филадельфири тата Лаодикири пухусене — яр».

12 Эпӗ хампа кам калаҫать-ши тесе каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм, 13 ҫутаткӑҫсем хушшинче этем ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Вӑл вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ тавра сарлака ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ. 14 Унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫӗ шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ, куҫӗсем вут-ҫулӑм евӗрлӗччӗ. 15 Урисем унӑн кӑмакара хӗртнӗ таса пӑхӑр евӗрлӗччӗ, сасси вара кӗрлесе юхакан шывсем евӗрлӗччӗ. 16 Сылтӑм аллинче вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ. Ҫӑварӗнчен вӑрӑм, икӗ енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ. 17 Ӑна курсан эпӗ унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм.

Вара вӑл ман ҫине хӑйӗн сылтӑм аллине хучӗ те каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ Малтанхи те, Кайранхи те, 18 эпӗ чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, халӗ вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп. Манӑн вилӗмӗн тата виле шӑтӑкӗн* уҫҫисем пур. 19 Ӗнтӗ хӑв мӗн курнине, халӗ мӗн пулса иртнине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур. 20 Эсӗ манӑн сылтӑм алӑра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрӑн тата ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса паратӑп сана: ҫичӗ ҫӑлтӑр ҫичӗ пухӑвӑн ангелӗсене пӗлтерет, ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара ҫичӗ пухӑва пӗлтерет.

2 Эфесри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче ҫӳрекенӗ акӑ мӗн калать: 2 ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, чӑтӑмлӑ пулнине пӗлетӗп, эсӗ усал ҫынсене тӳссе тӑрайманнине те пӗлетӗп. Эсӗ хӑйсене апостол текенсене тӗрӗслесе пӑхрӑн та вӗсем суеҫӗсем пулнине куртӑн. 3 Эсӗ чӑтӑмлӑ, ман ятшӑн нумай тӳсрӗн, ҫапах хавшаса ӳкмерӗн. 4 Анчах та эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: эсӗ малтанхи пек юратмастӑн.

5 Ҫавӑнпа та хӑв мӗн ҫухатнине аса ил те ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту. Ӳкӗнмесессӗн, эпӗ сан патна пырӑп та санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен илсе хурӑп. 6 Ҫапах та санра лайӑххи те пур: эсӗ Николай сектин ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене эпӗ те кураймастӑп. 7 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле*. Ҫӗнтерекене эпӗ Туррӑн райӗнчи пурнӑҫ йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп‘“.

8 Смирнӑри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, вилнӗскер, халӗ вара чӗрӗскер акӑ мӗн калать: 9 ‚Эсӗ асап тӳснине тата чухӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп (тепӗр тесен, эсӗ пуян), хӑйсене еврейсем текен ҫынсем сана хурланине те пӗлетӗп, чӑннипе вара вӗсем еврейсем мар, вӗсем — Шуйттан синагоги. 10 Хӑвӑн мӗн тӳсме тивессинчен ан хӑра. Сире пӗтӗмпех тӗрӗслемешкӗн Шуйттан* сирӗнтен хӑшне-пӗрне тӗрмене пӑрахӗ, вара сирӗн вунӑ кун асап курмалла пулӗ. Виличченех шанчӑклӑ пул, вара эпӗ сана пурнӑҫ* парӑп. 11 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле. Ҫӗнтерекен иккӗмӗш вилӗмрен сиен курмӗ‘“.

12 Пергамри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Вӑрӑм, икӗ енӗ те ҫивӗч хӗҫли акӑ мӗн калать: 13 ‚Эсӗ Шуйттан престолӗ тӑракан ҫӗрте пурӑннине эпӗ пӗлетӗп. Ҫапах та эсӗ мана чунтан парӑннӑ*, тата сирӗн патра — Шуйттан пурӑнакан ҫӗрте — манӑн шанчӑклӑ свидетеле Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ мана ӗненнинчен тунмарӑн.

14 Анчах та эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: санӑн Валаа́мӑн вӗрентӗвне тытса тӑракан ҫынсем пур. Вӑл Валака Израиль ҫыннисем йӗрӗхсене парнене кӳнине ҫиччӗр, аскӑн ӗҫсем* туччӑр тесе вӗсене мӗнле илӗртсе улталамаллине* вӗрентнӗ. 15 Унсӑр пуҫне, санӑн Николай сектин вӗрентӗвне тытса тӑракансем те пур. 16 Ӳкӗн. Ӳкӗнмесессӗн, эпӗ часах сан патна пырӑп та ҫав ҫынсемпе хамӑн ҫӑвартан тухакан вӑрӑм хӗҫпе ҫапӑҫӑп.

17 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле. Ҫӗнтерекене эпӗ пытарса хунӑ манна тата ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ шурӑ чул парӑп. Ҫав ята, ӑна илекеннисӗр пуҫне, урӑх никам та пӗлмест‘“.

18 Фиатирӑри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Турӑ Ывӑлӗ — унӑн куҫӗ вут-ҫулӑм пек, ури таса пӑхӑр пек — акӑ мӗн калать: 19 ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратнине, ӗненнине, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнине тата чӑтӑмлӑ пулнине пӗлетӗп. Санӑн хальхи ӗҫӳсем малтанхисенчен пысӑкрах пулнине те пӗлетӗп.

20 Анчах та эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: эсӗ хӑйне пророк текен хӗрарӑма, Иезавеле, тӳссе тӑратӑн. Вӑл манӑн чурасене улталаса вӗсене аскӑн ӗҫ* тума тата йӗрӗхсене парнене кӳнине ҫиме вӗрентет. 21 Эпӗ ӑна ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах та вӑл хӑйӗн аскӑн ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнесшӗн мар. 22 Эпӗ ӑна чирлеттерсе ярӑп та вырӑнпах выртмалла тӑвӑп. Унпа пӗрле аскӑн ӗҫсем* туса пурӑнакансене вара, вӗсем вӑл тӑвакан ӗҫсене тунишӗн ӳкӗнмесессӗн, пысӑк асап кӑтартӑп. 23 Унӑн ачисене вара эпӗ вӗлерекен чирпе вӗлерӗп, вара пур пуху та эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне* тата чӗрине тӗпченине пӗлӗ. Эпӗ сирӗнтен кашнине ӗҫӗсене кура тавӑрса парӑп.

24 Фиатирӑри пухури ытти ҫынсене вара — Иезаве́ль вӗрентӗвне тытса тӑманнисене тата Шуйттанӑн тарӑнлӑхӗ текеннине пӗлменнисене — ҫапла калатӑп: эпӗ сирӗн ҫине урӑх нимӗнле ҫӗклем те хумастӑп, 25 эпӗ пыриччен хӑвӑрӑн мӗн пуррине упраса пурӑнӑр ҫеҫ. 26 Ҫӗнтерекене тата манӑн ӗҫсене вӗҫне ҫитиех туса ҫитерекене эпӗ халӑхсене тытса тӑма власть парӑп 27 (эпӗ хам та Аттемрен ҫавӑн пек власть илтӗм). Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтӗ, тӑм савӑта аркатнӑ пек ҫапса салатӗ. 28 Эпӗ ӑна ирхи ҫӑлтӑр парӑп. 29 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“.

3 Сардӑри пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Камӑн Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ тата ҫичӗ ҫӑлтӑр пур, ҫавӑ акӑ мӗн калать: ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ чӗрӗ пек курӑнатӑн, анчах эсӗ вилнӗ. 2 Сыхӑ пул, хӑвӑн мӗн тӑрса юлнине — вилес патне ҫитнине — ҫирӗплет, мӗншӗн тесен эсӗ Турӑ хӑвӑнтан кӗтекен ӗҫсене туса ҫитернине эпӗ курмастӑп. 3 Ҫавӑнпа та хӑв мӗн илнине тата мӗн илтнине аса ил те ҫавна тытса тӑр, ӳкӗн. Эсӗ вӑранмасассӑн, эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырӑп, эпӗ хӑш сехетре пырасса эсӗ пӗлеймӗн те.

4 Ҫапах та санӑн Сардӑра хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ. 5 Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ, эпӗ унӑн ятне пурнӑҫ кӗнекинчен нихӑҫан та кӑларса пӑрахмӑп. Эпӗ унӑн ятне пӗлетӗп тесе хамӑн Аттем умӗнче тата унӑн ангелӗсем умӗнче калӑп. 6 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“.

7 Филадельфири пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Сӑвапли, чӑнни, камӑн Давидӑн уҫҫи пур (вӑл уҫнине никам та хупаймасть, вӑл хупнине те никам та уҫаймасть), ҫавӑ акӑ мӗн калать: 8 ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эпӗ санӑн умӑнта алӑк уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Санӑн вӑй сахал пулнине эпӗ пӗлетӗп, ҫав-ҫавах эсӗ манӑн сӑмаха упраса хӑвартӑн тата ман ятран тунмарӑн. 9 Эпӗ Шуйттан синагогинчи ҫынсене, хӑйсене еврейсем текенсене (вӗсем ӗнтӗ еврейсем мар, суеҫӗсем), сан патна пырса уру умне ӳксе пуҫҫапмалла тӑвӑп. Вара вӗсем эпӗ сана юратнине пӗлӗҫ. 10 Эсӗ манӑн чӑтӑмлӑх ҫинчен калакан сӑмаха упраса хӑварнӑшӑн* эпӗ те сана тӗрӗслев вӑхӑтӗнче* упраса хӑварӑп. Ҫав тӗрӗслев вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене тӗрӗслемешкӗн, пӗтӗм ҫӗр ҫине ҫитӗ. 11 Эпӗ часах пырӑп. Санӑн наградӑна* никам та туртса ан илтӗр тесен хӑвӑн мӗн пуррине ҫирӗп тытса тӑр.

12 Ҫӗнтерекене эпӗ хамӑн Туррӑн храмӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта яланлӑхах юлӗ. Эпӗ ун ҫине хамӑн Туррӑн ятне, тӳперен Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑмӑн хулин, Ҫӗнӗ Иерусалимӑн, ятне тата хамӑн ҫӗнӗ ята ҫырса хурӑп. 13 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“.

14 Лаодикири пухӑвӑн ангелӗ патне ҫапла ҫырса яр: „Аминь ятлӑскер, шанчӑклӑ та чӑн свидетель, Турӑ пултарнисенчен пӗрремӗшӗ, акӑ мӗн калать: 15 ‚Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп: эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Эсӗ сивӗ е вӗри пулсанччӗ! 16 Эсӗ лӗп — вӗри те, сивӗ те мар. Ҫавӑнпа эпӗ сана сурса кӑларӑп. 17 Эсӗ: ‚Эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук‘, — тетӗн. Хӑв вара телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр тата ҫарамас пулнине пӗлместӗн те. 18 Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуян пулас тесен манран вутпа тасатнӑ ылтӑн туян, ҫарамаслӑхна ыттисем курсан намӑс ан пултӑр тесен манран шурӑ тумтир туян тата куракан пулас тесен манран куҫа сӗрмелли эмел туян.

19 Эпӗ камсене юрататӑп, ҫавсене пурне те питлетӗп, наказани паратӑп. Ҫавӑнпа та хастар пул, ӳкӗн. 20 Акӑ эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам манӑн сасса илтсе алӑкне уҫӗ, эпӗ ун патне кӗрӗп те, эпир унпа пӗрле каҫхи апат ҫийӗпӗр. 21 Эпӗ ҫӗнтерсе хамӑн Аттемпе пӗрле унӑн престолӗ ҫине ларнӑ пекех, ҫӗнтерекен те манпа пӗрле манӑн престол ҫине ларӗ. 22 Сывлӑш пухусене мӗн каланине тимлӗ итле‘“».

4 Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере уҫӑ алӑк куртӑм. Вара труба сасси евӗрлӗ малтанхи сасӑ мана: «Кунта хӑпар, эпӗ сана мӗн пулса иртессине кӑтартӑп», — терӗ. 2 Унтан тӳрех ман ҫине святой сывлӑш витӗм кӳме пуҫларӗ те, эпӗ тӳпере престол тӑнине, ун ҫинче такам ларнине куртӑм. 3 Престол ҫинче лараканӗ яшмӑпа* сердоли́к* текен чулсем евӗр ялкӑшатчӗ. Престол тавра вара изумруд пек асамат кӗперӗ пурччӗ.

4 Престол тавра тата 24 престол тӑратчӗ, вӗсем ҫинче шурӑ тумтир тӑхӑннӑ 24 старейшина ларатчӗ. Вӗсен пуҫӗсем ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсемччӗ. 5 Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухатчӗ, сасӑсем тата аслати авӑтни илтӗнсе тӑратчӗ. Ун умӗнче вара Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне пӗлтерекен ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунса тӑратчӗ. 6 Престол умӗнче хрусталь евӗрлӗ кӗленче* тинӗс пекки пурччӗ.

Варринче, престол патӗнче, тӑватӑ херувим* пурччӗ. Куҫӗсем вӗсен малта та, хыҫалта та темӗн чухлӗччӗ. 7 Пӗрремӗш херувимӗ арӑслан евӗрлӗччӗ, иккӗмӗшӗ вӑкӑр евӗрлӗччӗ, виҫҫӗмӗшӗн пичӗ ҫын пичӗ пекчӗ, тӑваттӑмӗшӗ вара вӗҫекен ӑмӑрткайӑк евӗрлӗччӗ. 8 Тӑватӑ херувимӑн кашнин ултӑ ҫунатчӗ. Вӗсен пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те, куҫсем пурччӗ. Вӗсем пӗрмаях, кунӗн-ҫӗрӗн: «Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, кам пулнӑ, кам пур тата кам килет, ҫавӑ сӑваплӑ, сӑваплӑ, сӑваплӑ», — тесе тӑчӗҫ.

9 Херувимсем престол ҫинче ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакана, мухтаса, чысласа тата тав туса тӑнӑ чухне 10 ҫав 24 старейшина, престол ҫинче ларакан умне чӗркуҫленсе ларса, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакана пуҫҫапатчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлне престол умне пӑрахса ҫапла калатчӗҫ: 11 «Иегова*, пирӗн хӑватлӑ Турӑ, эсӗ мухтав та, чыс та илме тивӗҫлӗ*, мӗншӗн тесен пурне те эсӗ тунӑ, пурте санӑн ирӗкӳпе пулса кайнӑ, пурне те санӑн ирӗкӳпе тунӑ».

5 Престол ҫинче лараканӑн сылтӑм аллинче эпӗ чӗркем куртӑм. Ҫав чӗркеме икӗ енчен те ҫырса тухнӑччӗ, ӑна ҫичӗ пичетпе пичетленӗччӗ. 2 Тата эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл хытӑ сасӑпа: «Пичетсене хӑйпӑтса чӗркеме уҫма кам тивӗҫлӗ?» — терӗ. 3 Ҫак чӗркеме уҫма, унта мӗн ҫырнине пӑхма тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те никам та пултараймарӗ. 4 Эпӗ ӗнтӗ ҫав чӗркеме уҫма, унта мӗн ҫырнине пӑхма тивӗҫли никам та пулманран хурланса макӑртӑм. 5 Анчах старейшинӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан макӑр. Иуда йӑхӗнчи арӑслан, Давидӑн тымарӗ, ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичете хӑйпӑтса чӗркеме уҫма пултарать».

6 Эпӗ престол патӗнче*, тӑватӑ херувимпа* старейшинӑсем хушшинче, пусса парнене кӳнӗ путек пек курӑнакан путеке куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑччӗ. (Ҫак куҫсем Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑша пӗлтереҫҫӗ.) 7 Путек престол ҫинче ларакан патне пычӗ те унӑн сылтӑм аллинчи чӗркеме илчӗ. 8 Вӑл чӗркеме илсен, тӑватӑ херувимпа 24 старейшина Путек умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Кашни старейшинӑн арфа пурччӗ тата фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑт пурччӗ. (Фимиам сӑваплисен кӗллисене пӗлтерет.) 9 Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрларӗҫ: «Эсӗ чӗркеме илсе унӑн пичечӗсене хӑйпӑтса илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен сана пуснӑ пулнӑ. Тата эсӗ мӗнпур йӑхран, халӑхран, нацирен тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсенчен хӑвӑн юнупа Турӑ валли ҫынсем туянтӑн. 10 Эсӗ вӗсене пирӗн Туррӑн патшисемпе священникӗсем турӑн. Вӗсем патшасем пулса ҫӗре тытса тӑрӗҫ».

11 Эпӗ престол тавра, херувимсемпе старейшинӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсен сассине те илтрӗм. (Вӗсем пинӗ-пинӗпехчӗ, ҫӗр-ҫӗр миллионччӗ*.) 12 Вӗсем хытӑ сасӑпа ҫапла каласа тӑчӗҫ: «Пуснӑ Путек хӑват, пуянлӑх, ӑслӑлӑх, вӑй, мухтав, чыс тата пиллӗх илме тивӗҫлӗ».

13 Вара эпӗ Турӑ пултарнисем пурте — тӳперисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те, тинӗсрисем те — ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх, чыс, мухтав тата хӑват пултӑр!» 14 Тӑватӑ херувим*: «Аминь!» — терӗ, вара старейшинӑсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапрӗҫ.

6 Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Унтан тӑватӑ херувимран* пӗри аслати авӑтнӑ пек сасӑпа: «Кай!» — тенине илтрӗм. 2 Вара эпӗ шурӑ лашана куртӑм, юланутҫин аллинче ухӑ пурччӗ, ӑна пуҫ кӑшӑлӗ панӑ. Вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пек ҫӗнтерме тухрӗ.

3 Путек иккӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ иккӗмӗш херувим: «Кай!» — тенине илтрӗм. 4 Вара тепӗр лаша, вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ лаша, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчен мире илме ирӗк панӑ тата ӑна пысӑк хӗҫ те панӑ.

5 Путек виҫҫӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ виҫҫӗмӗш херувим: «Кай!» — тенине илтрӗм. Вара эпӗ хура лашана куртӑм, юланутҫин аллинче тараса пурччӗ. 6 Эпӗ тӑватӑ херувим хушшинчен сасӑ илтрӗм: «Пӗр хи́никс* тулӑ пӗр дина́ри* тӑрать, виҫӗ хи́никс урпа та пӗр дина́ри тӑрать. Олива ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе перекетлӗ тыт*».

7 Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ тӑваттӑмӗш херувим: «Кай!» — тенине илтрӗм. 8 Вара эпӗ шуранка лашана куртӑм, юланутҫи Вилӗм ятлӑччӗ, ун хыҫҫӑн виле шӑтӑкӗ* пыратчӗ. Вӗсене ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне вӑрӑм хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чирпе тата ҫӗр ҫинчи тискер чӗрчунсемпе вӗлерме власть панӑ.

9 Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ патӗнче кама Туррӑн сӑмахне тытса тӑнӑшӑн тата ырӑ хыпара пӗлтернӗшӗн вӗлернӗ, ҫавсен чунӗсене* куртӑм. 10 Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа, сӑвапли тата чӑнни, эсӗ тата хӑҫанччен кӗтӗн-ши? Хӑҫанччен эсӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене суд тумасӑр, вӗсене пирӗн юншӑн тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши?» 11 Вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, вӗсене тата кӑштах — хӑйсен шучӗ хӑйсене вӗлернӗ пекех вӗлерес тӑванӗсемпе, хӑйсемпе пӗр ӗҫ тӑвакансемпе*, тулса ҫитиччен — кӗтме каларӗҫ.

12 Эпӗ Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара ҫӗр хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хӗвел ҫӑмран тунӑ хуйхӑ тумтирӗ* пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ. 13 Тӳпери ҫӑлтӑрсем, инжир йывӑҫӗн пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫиле пула ӳкнӗ пек, ҫӗр ҫине ӳкрӗҫ. 14 Тӳпе те чӗркем пек чӗркенсе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен тапранчӗҫ. 15 Ҫӗр ҫинчи патшасем, аслӑ пуҫлӑхсем, ҫар пуҫлӑхӗсем, пуянсем, вӑйлисем, мӗнпур чура тата мӗнпур ирӗклӗ ҫын ҫӗр хӑвӑлӗсенче тата ту хушӑкӗсенче пытанчӗҫ. 16 Вӗсем тусемпе чул хысакӗсене ҫапла каласа тӑчӗҫ: «Ӳкӗр пирӗн ҫине, престол ҫинче лараканран тата Путек ҫиллинчен пытарӑр пире! 17 Вӗсен ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ. Ӑна кам чӑтса ирттерме пултарӗ?»

7 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтесӗнче тӑракан тӑватӑ ангела куртӑм. Ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе вӗсем ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑратчӗҫ. 2 Унтан эпӗ хӗвелтухӑҫ енчен хӑпаракан тепӗр ангела куртӑм. Вӑл чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑччӗ. Ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл ҫапла кӑшкӑрса каларӗ: 3 «Пирӗн Туррӑн чурисен ҫамки ҫине эпир пичет лартса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр!»

4 Вара эпӗ пичет лартнисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм. Израилӗн мӗнпур йӑхӗнчен пичет лартса тухнисен шучӗ 144 000-ччӗ.

5 Иуда йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине пичет лартнӑ,

Руви́м йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Гад йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

6 Аси́р йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Неффали́м йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Мана́ссия йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

7 Симео́н йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Ле́вий йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Иссаха́р йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

8 Завуло́н йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Иосиф йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,

Вениамин йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине пичет лартнӑ.

9 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ никам шутласа кӑларма пултарайман темӗн чухлӗ ҫынна куртӑм. Вӗсем мӗнпур нацирен, йӑхран, халӑхран тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсенчен пулнӑччӗ. Вӗсем, шурӑ тумтир тӑхӑннӑскерсем, престол умӗнче тата Путек умӗнче тӑратчӗҫ, аллисенче пальма турачӗсем тытнӑччӗ. 10 Вӗсем хытӑ сасӑпа: «Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — престол ҫинче ларакан Туррӑмӑртан тата Путекрен!» — тесе кӑшкӑрса тӑратчӗҫ.

11 Престол, старейшинӑсем тата тӑватӑ херувим* тавра тӑракан ангелсем пурте престол умне чӗркуҫленсе ларса Турра пуҫҫапрӗҫ. 12 Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Аминь. Пирӗн ӑслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ Турра ӗмӗр-ӗмӗрех тав, чап, мухтав тата чыс пултӑр! Аминь».

13 Вара старейшинӑсенчен пӗри манран: «Ҫак шурӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем камсем вӗсем? Вӗсем ӑҫтан килнӗ?» — тесе ыйтрӗ. 14 Эпӗ ӑна тӳрех: «Хуҫам, ҫакна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», — терӗм. Вара вӑл мана каларӗ: «Ҫак ҫынсем — пысӑк хӗн-асап витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек юнӗпе ҫуса тасатса шуратнӑ. 15 Ҫавӑнпа вӗсем Туррӑн престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ тата кунӗн-ҫӗрӗн унӑн храмӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Престол ҫинче ларакан вара вӗсем ҫийӗн хӑйӗн чатӑрне карса хурӗ. 16 Вӗсем тек нихӑҫан та выҫӑ пулмӗҫ, вӗсен ӑшӗ те хыпмӗ, вӗсене хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ, 17 мӗншӗн тесен престол ҫумӗнче* тӑракан Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене пурнӑҫ шывӗ юхакан ҫӑлкуҫсем патне илсе ҫӳрӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ».

8 Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑп пулчӗ. 2 Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм, вӗсене ҫичӗ труба панӑччӗ.

3 Тата тепӗр ангел, тӗтӗрмелли ылтӑн савӑт тытса, парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна нумай фимиам панӑччӗ, ҫав фимиама унӑн, сӑваплӑ ҫынсен кӗллисем илтӗннӗ чухне, престол умӗнче тӑракан ылтӑн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтармаллаччӗ. 4 Ангел ҫунтарнӑ фимиамӑн тӗтӗмӗ сӑваплӑ ҫынсен кӗллисемпе пӗрле Турӑ патне ҫӗкленчӗ. 5 Ҫавӑн хыҫҫӑнах ангел тӗтӗрмелли савӑта парне вырӑнӗ ҫинче ҫунакан шӗл-кӑварпа* тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине ывӑтрӗ. Вара аслати авӑтрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ. 6 Унтан ҫичӗ труба тытса тӑракан ҫичӗ ангел труба кӑшкӑртма хатӗрленчӗҫ.

7 Пӗрремӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара ҫӗр ҫине юнпа хутӑш пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ. Ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса пӗтрӗ.

8 Иккӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара темӗскер, вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрли, тинӗсе ӳкрӗ. Тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ. 9 Тинӗсри чӗрӗ чунсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен виҫҫӗмӗш пайӗ тӗп пулчӗ.

10 Виҫҫӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ. Вӑл юханшывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. 11 Ҫав ҫӑлтӑрӑн ячӗ — Армути*. Шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ армути пек йӳҫӗ пулса тӑчӗ. Шывсем йӳҫӗ пулса тӑнӑран нумай ҫын вилсе пӗтрӗ.

12 Тӑваттӑмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫакӑ кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата каҫӑн виҫҫӗмӗш пайӗ ҫутӑсӑр тӑрса юлччӑр тесе пулчӗ.

13 Эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑка куртӑм, вӑл хытӑ сасӑпа ҫапла каланине илтрӗм: «Юлашки виҫӗ ангел трубине кӑшкӑртсан, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ, хуйхӑ, хуйхӑ пулӗ! Вӗсем трубине кӑшкӑртма хатӗр ӗнтӗ».

9 Пиллӗкмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑра куртӑм, ӑна тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫине панӑччӗ. 2 Вӑл тӗпсӗр вырӑна уҫрӗ те, унтан пысӑк кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тухрӗ. Ҫав тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. 3 Тӗтӗм ӑшӗнчен ҫӗр ҫине саранча тухрӗ, ӑна ҫӗр ҫинчи скорпионсен хӑвачӗ пек хӑват панӑччӗ. 4 Ҫав саранчана ҫӗр ҫинчи курӑка та, йывӑҫсене те, ытти ӳсентӑрана та сиен тума хушман, ҫамки ҫинче Турӑ пичечӗ пулман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ.

5 Саранчана вӗсене вӗлерме ирӗк паман, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ ирӗк панӑ. Вӑл асаплантарни ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек пулнӑ. 6 Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ, вилесшӗн пулӗҫ, анчах вилӗм вӗсенчен тарӗ.

7 Саранча ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ лашасем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, пичӗ — ҫын пичӗ евӗрлӗччӗ, 8 ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пекчӗ, шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пекчӗ. 9 Вӗсем ҫинче тимӗр кӑкӑрлӑхчӗ*, ҫуначӗсем шавлани вара ҫапӑҫӑва вирхӗнекен ҫар ураписем шалтӑртатни пекчӗ. 10 Вӗсен скорпионсенни пек сӑнӑллӑ хӳре пурччӗ. Хӳрисенче пилӗк уйӑх хушши ҫынсене сиен тумашкӑн хӑват пурччӗ. 11 Вӗсен патши — тӗпсӗр вырӑнӑн ангелӗ. Еврейла ӑна Аваддо́н* теҫҫӗ, грекла Аполлио́н* теҫҫӗ.

12 Пӗр хуйхӑ иртсе кайрӗ. Акӑ ун хыҫҫӑн тепӗр икӗ хуйхӑ килет.

13 Улттӑмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнче тӑракан ылтӑн парне вырӑнӗн мӑйракисенчен тухатчӗ, 14 вӑл труба тытнӑ улттӑмӗш ангела: «Евфра́т текен аслӑ юханшыв хӗрринче ҫыхса хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», — терӗ. 15 Вара ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗрленӗ тӑватӑ ангела ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ирӗке ячӗҫ.

16 Эпӗ утлӑ ҫарӑн йышӗ 200 миллион* пулнине илтрӗм. 17 Эпӗ курнӑ лашасемпе юланутҫӑсем акӑ мӗнлерехчӗ: юланутҫӑсен кӑкӑрлӑхӗ хӗрлӗ, кӑвак, сарӑ тӗслӗччӗ, лашисен пуҫӗ арӑслан пуҫӗ пекчӗ, ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тухса тӑратчӗ. 18 Ҫав виҫӗ асапран — вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан вут-ҫулӑмран, тӗтӗмрен тата кӳкӗртрен — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ. 19 Лашасен вӑйӗ — ҫӑварӗнчеччӗ тата хӳринчеччӗ. Вӗсен хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ тата ҫӗлен пуҫлӑччӗ. Хӳрипе вӗсем ҫынсене сиен кӳретчӗҫ.

20 Ҫак асапсенчен вилмесӗр юлнӑ ҫынсем вара хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем демонсене тата ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑ йӗрӗхсене — курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ. 21 Вӗсем ҫын вӗлернӗшӗн те, асамланӑшӑн-тухатланӑшӑн та, аскӑнланнӑшӑн* та, вӑрланӑшӑн та ӳкӗнмерӗҫ.

10 Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Ӑна пӗлӗт хупӑрласа илнӗччӗ, унӑн пуҫӗ тӑрринче асамат кӗперӗ пурччӗ, унӑн пичӗ хӗвел пекчӗ, урисем вара вутлӑ юпа пекчӗ. 2 Аллинче унӑн пысӑках мар уҫӑ чӗркем пурччӗ, сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахай урипе ҫӗр ҫине пусрӗ. 3 Унтан вӑл арӑслан мӗкӗрнӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл кӑшкӑрса ярсан, ҫичӗ аслатин сасси илтӗнсе кайрӗ.

4 Ҫичӗ аслати калаҫма тытӑнсан, эпӗ вӗсем мӗн каланине ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине никама та ан кала*, ҫырса та ан хур», — тенине илтрӗм. 5 Тинӗспе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел хӑйӗн сылтӑм аллине тӳпенелле ҫӗклерӗ те 6 ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Турӑпа — тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те тунӑ Турӑпа — тупа туса ҫапла каларӗ: «Турӑ урӑх кӗтмӗ! 7 Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртас кунсенче сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх — Турӑ хӑйӗн чурисене, пророкӗсене, пӗлтернӗ ырӑ хыпар — вӗҫне ҫитӗ».

8 Эпӗ тӳперен илтнӗ сасӑ манпа каллех калаҫма пуҫларӗ, вӑл: «Кай та тинӗспе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчен уҫӑ чӗркеме ил», — терӗ. 9 Эпӗ ангел патне пытӑм та чӗркеме хама пама ыйтрӑм. Вӑл мана: «Ил те ҫисе яр ӑна, вара ҫӑварунта пыл пек пылак пулӗ, вар-хырӑмунта йӳҫӗ пулӗ», — терӗ. 10 Эпӗ ангел аллинчен чӗркеме илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм. Вара манӑн ҫӑварта пыл пек пылак пулчӗ, вар-хырӑмра йӳҫӗ пулчӗ. 11 Вара эпӗ хама ҫапла каланине илтрӗм: «Санӑн халӑхсем ҫинчен, нацисем ҫинчен, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем ҫинчен тата патшасем ҫинчен малалла та пророкла каламалла».

11 Мана виҫмелли вӑрӑм патак* пачӗҫ те ҫапла каларӗҫ: «Кай та Туррӑн храмӗпе парне вырӑнне виҫсе тух, храмра пуҫҫапакансем мӗн чухлӗ пулнине те шутласа тух. 2 Храм тулашӗнчи картишне вара ан виҫ, мӗншӗн тесен ӑна халӑхсене панӑ, вӗсем сӑваплӑ хулана 42 уйӑх хушши хӗсӗрлӗҫ. 3 Эпӗ хамӑн икӗ свидетеле ярӑп, вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса 1 260 кун хушши пророкла калаҫса ҫӳрӗҫ». 4 Ҫав свидетельсем — икӗ олива йывӑҫӗпе икӗ ҫутаткӑҫ. Вӗсем ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑраҫҫӗ.

5 Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ. Вӗсене сиен тӑвас текенсене пурне те ҫапла вӗлерсе пӗтерӗҫ. 6 Хӑйсем пророкла калаҫса ҫӳрес кунсенче ҫумӑр ан ҫутӑр тесе вӗсен тӳпене хупса хума власть пур. Вӗсен шывсене юн тума тата хӑйсем тӑвас тенӗ чухне кирек хӑҫан та ҫӗр ҫине тӗрлӗ асап яма власть пур.

7 Икӗ свидетель пророкла калаҫса пӗтерсен, тӗпсӗр вырӑнтан тухнӑ тискер чӗрчун вӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫӗ, вара вӗсене ҫӗнтерӗ те вӗлерӗ. 8 Вӗсен виллисем аслӑ хулан тӗп урамӗнче выртӗҫ, ҫав хулана сӑнарлӑн Содо́м тата Египет теҫҫӗ. Вӗсен Ҫӳлхуҫине те ҫавӑнта юпа ҫине пӑталанӑ пулнӑ. 9 Халӑхсем, йӑхсем, нацисем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем вӗсен виллисем ҫине виҫӗ кун ҫурӑ хушши пӑхса тӑрӗҫ, вӗсене пытарма ирӗк памӗҫ. 10 Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫав икӗ пророк вилнӗшӗн савӑнӗҫ, хавасланӗҫ, пӗр-пӗрин патне парнесем ярӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав пророксем ҫӗр ҫинче пурӑнакансене асаплантарнӑ пулнӑ.

11 Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен, вӗсен ӑшне Турӑран пурнӑҫ сывлӑшӗ* кӗчӗ. Вара вӗсем ура ҫине тӑчӗҫ, ҫавна куракансем хӑрамаллипех хӑраса ӳкрӗҫ. 12 Унтан тӳперен хытӑ сасӑ илтӗнчӗ. Вӑл икӗ пророка: «Кунта хӑпарӑр», — терӗ. Вара вӗсем пӗлӗт ӑшӗнче тӳпене ҫӗкленчӗҫ, тӑшманӗсем вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ. 13 Ҫав сехетрех ҫӗр хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ, ҫӗр чӗтреннипе 7 000 ҫын вилчӗ. Ыттисем вара хӑраса ӳкрӗҫ те тӳпе Туррине мухтарӗҫ.

14 Иккӗмӗш хуйхӑ иртсе кайрӗ. Акӑ часах виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.

15 Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара тӳперен хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Вӗсем: «Халӗ тӗнчене пирӗн Ҫӳлхуҫан тата унӑн Христосӗн Патшалӑхӗ ертсе пырать. Вӑл* ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ», — терӗҫ.

16 Вара Турӑ умӗнче хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан 24 старейшина чӗркуҫленсе ларчӗҫ те Турра пуҫҫапрӗҫ. 17 Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Пурне те Тума Пултаракан Иегова* Турӑ, эсӗ пур, пулнӑ та. Эпир сана тав тӑватпӑр, мӗншӗн тесен эсӗ влаҫа хӑвӑн аллуна илтӗн тата патшана лартӑн. 18 Анчах халӑхсем урса кайрӗҫ, вара санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ, вилнисене суд тума, саншӑн ӗҫлесе тӑракан пророкусене, сӑваплисене тата сан ятунтан хӑракансене* — кӗҫӗннисене те, аслисене те — награда пама вӑхӑт ҫитрӗ тата ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ».

19 Тӳпере Туррӑн храмӗ* уҫӑлчӗ те, храмра килӗшӳ ковчегӗ курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ хытӑ ҫурӗ.

12 Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ хӗрарӑм — курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче 12 ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пурччӗ. 2 Вӑл йывӑр ҫынччӗ. Ҫуратма вӑхӑчӗ ҫитнӗскер, вӑл ыратнипе асапланса кӑшкӑрчӗ.

3 Тӳпере тата тепӗр паллӑ — ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ, вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ пысӑк дракон — курӑнчӗ. Унӑн пуҫӗсем ҫинче ҫичӗ диаде́мӑччӗ*. 4 Вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӑйӗн хӳрипе сӗтӗрсе кайса ҫӗр ҫине пӑрахрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсанах унӑн ачине ҫӑтса ярас тесе дракон хӗрарӑм умӗнче тӑчӗ.

5 Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ача мӗнпур халӑха тимӗр туяпа пӑхса тӑрӗ. Ачана тӳрех Турӑ патне, унӑн престолӗ патне илсе кайрӗҫ. 6 Хӗрарӑм вара пушхире тарчӗ, унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ. Ҫавӑнта ӑна 1 260 кун хушши тӑрантарса усрамалла пулнӑ.

7 Тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Михаилпа* унӑн ангелӗсем драконпа ҫапӑҫрӗҫ, драконпа унӑн ангелӗсем те вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ. 8 Анчах та вӗсем* ҫӗнтереймерӗҫ, ӗнтӗ вӗсем валли тӳпере тек вырӑн пулмарӗ. 9 Дьявол тата Шуйттан текен аслӑ дракона — авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене* улталаканскере — ангелӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарчӗҫ. 10 Вара эпӗ тӳперен ҫапла калакан хытӑ сасӑ илтрӗм:

«Пирӗн Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ, унӑн хӑвачӗ, Патшалӑхӗпе унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ! Мӗншӗн тесен пирӗн тӑвансене айӑплакана ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарчӗҫ. Вӑл вӗсене хамӑр Турӑ умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн айӑплать. 11 Вӗсем ӑна Путек юнӗпе тата хӑйсем пӗлтерекен хыпарпа ҫӗнтерчӗҫ, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр вӗсем вилме те хатӗр пулчӗҫ*. 12 Тӳпе тата унта пурӑнакансем, савӑнӑр! Ҫӗрпе тинӗс, сире хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен Шуйттан*, хытӑ тарӑхса кайнӑскер, сирӗн пата анчӗ. Вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет».

13 Дракон, хӑйне ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнине курсан, ывӑл ача ҫуратнӑ хӗрарӑма хӗсӗрлеме пуҫларӗ. 14 Анчах та хӗрарӑма, ун валли пушхирте хатӗрленӗ вырӑна вӗҫсе кайма пултартӑр тесе, пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунаттине пачӗҫ. Ҫавӑнта, ҫӗленрен аякра, ӑна пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт* тата ҫур вӑхӑт хушши тӑрантарса усрамалла пулнӑ.

15 Хӗрарӑма путарас тесе ҫӗлен ун хыҫӗнчен хӑйӗн ҫӑварӗнчен юханшыв пек шыв кӑларса ячӗ. 16 Анчах та хӗрарӑма ҫӗр пулӑшрӗ: ҫӗр хӑйӗн ҫӑварне уҫрӗ те дракон ҫӑварӗнчен тухнӑ юханшыва ҫӑтса ячӗ. 17 Вара дракон хӗрарӑм ҫине тарӑхса кайрӗ те унӑн юлнӑ тӑхӑмӗпе* — кам Туррӑн заповечӗсене тытса тӑрать тата кама Иисус ҫинчен каласа пӗлтерме хушнӑ, ҫавсемпе — вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫларӗ.

13 Вӑл* тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑратчӗ.

Унтан эпӗ тинӗсрен вунӑ мӑйракаллӑ, ҫичӗ пуҫлӑ тискер чӗрчун тухнине куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ диаде́мӑччӗ*, пуҫӗсем ҫинче вара Турра хурлакан ятсем ҫырса хунӑччӗ. 2 Эпӗ курнӑ тискер чӗрчун леопард евӗрлӗччӗ, урисем унӑн упа ури пекчӗ, ҫӑварӗ арӑслан ҫӑварӗ пекчӗ. Дракон ӑна вӑй, престол тата пысӑк власть пачӗ.

3 Пӑхрӑм та, тискер чӗрчунӑн пуҫӗсенчен пӗри вилмеллех суранланнӑ пек курӑнчӗ, анчах та ҫав суран тӳрленчӗ. Вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын тӗлӗнсе-савӑнса тискер чӗрчун хыҫҫӑн кайрӗ. 4 Тискер чӗрчуна власть панӑран ҫынсем дракона пуҫҫапрӗҫ, унтан тискер чӗрчуна хӑйне те ҫапла каласа пуҫҫапрӗҫ: «Тискер чӗрчун пекки кам пур? Кам унпа ҫапӑҫма пултарайӗ?» 5 Тискер чӗрчуна мӑнаҫлӑн калаҫма, Турра хурлакан сӑмахсем калама ирӗк панӑччӗ тата 42 уйӑх хушши хӑй тӑвас тенине тума власть панӑччӗ. 6 Вӑл Турра, унӑн ятне, вӑл пурӑнакан вырӑна тата тӳпере пурӑнакансене те хурлама пуҫларӗ. 7 Тискер чӗрчуна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме май панӑччӗ. Ӑна мӗнпур йӑха, мӗнпур халӑха, мӗнпур нацие, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пурне те тытса тӑма власть панӑччӗ. 8 Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ӑна пуҫҫапӗҫ. Тӗнче никӗсне хывнӑранпах вӗсен ячӗсене пуснӑ Путекӗн пурнӑҫ чӗркемӗ ҫине ҫырса пымаҫҫӗ.

9 Тимлӗ итлӗр! 10 Камӑн тыткӑна каймалла, вӑл тыткӑна кайӗ. Хӗҫпе вӗлерекене хӑйне те хӗҫпе вӗлермелле. Ҫавӑнпа та сӑваплисене чӑтӑмлӑх тата ӗненни кирлӗ.

11 Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер чӗрчуна куртӑм. Унӑн путекӗнни пек икӗ мӑйрака пурччӗ, анчах калаҫма вӑл дракон пек калаҫатчӗ. 12 Ҫак тискер чӗрчун малтанхи тискер чӗрчун умӗнче унӑн пӗтӗм влаҫӗпе усӑ курать тата ҫӗре те, ун ҫинче пурӑнакансене те вилмеллех суранланнинчен тӳрленнӗ малтанхи тискер чӗрчуна пуҫҫаптарать. 13 Вӑл ҫынсем умӗнче питех те тӗлӗнмелле ӗҫсем* тӑвать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать.

14 Тискер чӗрчун умӗнче тума ирӗк панӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене улталать. Вӑл вӗсене тискер чӗрчунӑн — хӗҫпе суранлатнӑ пулсан та чӗрӗ юлнӑскерӗн — сӑнне тума хистет. 15 Ӑна тискер чӗрчунӑн сӑнне, вӑл калаҫма пултартӑр, хӑйне пуҫҫапма килӗшменнисене вӗлерттерме пултартӑр тесе, чӗртме* ирӗк панӑ.

16 Вӑл ҫынсене пурне те — кӗҫӗннисемпе аслисене те, пуянсемпе чухӑнсене те, ирӗклисемпе чурасене те — хӑйсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ ларттарма хистет. 17 Камӑн ҫав паллӑ — тискер чӗрчунӑн ячӗ е унӑн ячӗн хисепӗ — ҫук, ҫавӑ туянма та, сутма та пултараймӗ. 18 Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ: кам ӑнланма пултарать, ҫавӑ тискер чӗрчунӑн хисепне тавҫӑрса илтӗр, мӗншӗн тесен ҫав хисеп — ҫын хисепӗ. Вӑл — 666.

14 Унтан эпӗ Сио́н тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм, унпа пӗрле ҫамкисем ҫине унӑн ятне тата унӑн Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ 144 000-ӗшӗччӗ. 2 Ҫавӑн пекех эпӗ тӳперен сасӑ — кӗрлесе юхакан шыв пек тата хытӑ кӗмсӗртетекен аслати пек сасӑ — илтрӗм. Ҫав сасӑ арфӑпа калакан юрӑҫсен сасси пекчӗ. 3 Вӗсем престолпа тӑватӑ херувим* умӗнче тата старейшинӑсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ пек илтӗнекен юрӑ юрлатчӗҫ. Ҫав юрра ҫӗр ҫинчен туяннӑ 144 000-ӗшӗсӗр пуҫне урӑх никам та вӗренме пултараймарӗ. 4 Вӗсем — хӗрарӑмсемпе ҫывӑрса вараланманскерсем, ар хутшӑнӑвне кӗрсе курманскерсем. Вӗсем Путек кирек ӑҫта кайсан та ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем хушшинчен Турра тата Путеке кӳмелли малтанхи ҫимӗҫсем пек туяннӑ. 5 Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнче суя ҫук, вӗсем пӗр айӑпсӑр.

6 Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере* вӗҫсе пыракан ангела куртӑм, унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, мӗнпур нацие, йӑха, халӑха, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пӗлтерме ӗмӗрлӗх ырӑ хыпар пурччӗ. 7 Ангел хытӑ сасӑпа ҫапла калатчӗ: «Турӑран хӑрӑр*, ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен унӑн суд тӑвас вӑхӑчӗ* ҫитрӗ! Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Тӑвакана пуҫҫапӑр!»

8 Ун хыҫӗнчен вӗҫсе пыракан тепӗр ангел ҫапла калатчӗ: «Аслӑ Вавилона ҫӗнтерчӗҫ! Аскӑнланма* хӗтӗртекен хӑйӗн хӗрлӗ эрехне мӗнпур халӑха ӗҫтернӗ хулана ҫӗнтерчӗҫ!»

9 Вӗсен хыҫӗнчен вӗҫсе пыракан виҫҫӗмӗш ангел хытӑ сасӑпа ҫапла калатчӗ: «Кам тискер чӗрчуна тата унӑн сӑнне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки ҫине е алли ҫине паллӑ ларттарать, 10 ҫавӑ Турӑ ҫиллин хӗрлӗ эрехне, унӑн хаярлӑхӗн куркинчи нимпе те хутӑштарман хӗрлӗ эрехне, ӗҫӗ тата сӑваплӑ ангелсемпе Путек умӗнче вут-ҫулӑмпа кӳкӗрт ӑшӗнче асапланӗ. 11 Вӗсене асаплантаракан вут-ҫулӑмӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мӑкӑрланса тӑрӗ. Тискер чӗрчуна, унӑн сӑнне пуҫҫапакансем тата унӑн ячӗн паллине ларттарнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ. 12 Ҫавӑнпа сӑваплисене — Туррӑн заповечӗсене тытса тӑракансене тата Иисуса ӗненекенсене* — чӑтӑмлӑх кирлӗ».

13 Вара эпӗ тӳперен сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур: „Ҫак вӑхӑтран пуҫласа Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑрса юлса вилнисем телейлӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ӗҫӗсем вӗсемпе пӗрлех пырӗҫ тет сывлӑш“».

14 Унтан эпӗ шурӑ пӗлӗт куртӑм. Ун ҫинче такам этем ывӑлӗ евӗрлӗскер ларатчӗ. Унӑн пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗччӗ, аллинче ҫивӗч ҫурла пурччӗ.

15 Тепӗр ангел храмран* тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырса тух: вырмалли вӑхӑт ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитрӗ». 16 Пӗлӗт ҫинче ларакан ҫӗр ҫине ҫурлине ячӗ те тыр-пула пуҫтарса илчӗ.

17 Унтан тӳпери храмран тепӗр ангел тухрӗ, унӑн та ҫивӗч ҫурла пурччӗ.

18 Тата тепӗр ангел парне вырӑнӗнчен тухрӗ, унӑн вут-ҫулӑмпа пуҫ пулма ирӗк пурччӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хытӑ сасӑпа ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи виноград ҫупкӑмӗсене пуҫтарса тух, мӗншӗн тесен виноград ҫырли пиҫсе ҫитрӗ». 19 Ангел хӑйӗн ҫурлине ҫӗр ҫине ячӗ те винограда касса илсе Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне пӑрахрӗ. 20 Винограда хула тулашӗнче таптарӗҫ, юнӗ вара сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑча тулса тӑкӑнчӗ. Юн лаша йӗвенӗ таран хӑпарса 300 ҫухрӑма* яхӑн сарӑлчӗ.

15 Эпӗ тӳпере тата тепӗр аслӑ та тӗлӗнмелле паллӑ — ҫичӗ асап илсе килекен ҫичӗ ангела — куртӑм. Ҫав асапсем — юлашки асапсем, мӗншӗн тесен вӗсемпе Туррӑн ҫилли вӗҫленет.

2 Вара эпӗ вут-ҫулӑмпа хутӑштарнӑ кӗленче* тинӗс пеккине куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс патӗнче тискер чӗрчуна, унӑн сӑнне, унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтерекенсем тӑратчӗҫ. Вӗсем Туррӑн арфине тытса 3 Моисейӑн, Турӑ чурин, юррине тата Путекӗн юррине юрлатчӗҫ:

«Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, санӑн ӗҫӳсем тӗлӗнмелле те аслӑ! Ӗмӗрлӗх Патши, сан ҫулусем тӗрӗс те чӑн! 4 Иегова*, санран кам хӑрамӗ тата санӑн ятна кам мухтамӗ? Пӗр эсӗ анчах хӑвӑн халӑхна чунтан парӑннӑ. Халӑхсем пурте, эсӗ тӗрӗс суд тунине курса, пырӗҫ те сана пуҫҫапӗҫ».

5 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере килӗшӳ чатӑрӗн сӑваплӑ вырӑнӗ уҫӑлнине куртӑм. 6 Ҫав вырӑнтан ҫичӗ асап илсе килекен ҫичӗ ангел тухрӗ. Вӗсем таса, ҫап-ҫутӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗсем тавра сарлака ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ. 7 Тӑватӑ херувимсенчен* пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн чашӑк пачӗ, чашӑксене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑччӗ. 8 Вара храм Турӑ мухтавне тата унӑн хӑватне пула тӗтӗмпе тулса ларчӗ. Ҫичӗ ангел илсе килекен ҫичӗ асап иртсе каймасӑр храма никам та кӗме пултараймарӗ.

16 Эпӗ храмран хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: «Кайӑр та Турӑ ҫиллин ҫичӗ чашӑкне ҫӗр ҫине тӑкӑр».

2 Пӗрремӗш ангел кайрӗ те хӑйӗн чашӑкне ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Вара хӑйсем ҫине тискер чӗрчунӑн паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнне пуҫҫапакан ҫынсем ҫине пӳрленсе тӑракан хӑрушӑ та йӗрӗнтерекен сурансем тухрӗҫ.

3 Иккӗмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне тинӗсе тӑкрӗ. Вара тинӗс шывӗ вилнӗ ҫыннӑн юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсри мӗнпур чӗрӗ чун вилсе пӗтрӗ.

4 Виҫҫӗмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне юханшывсемпе ҫӑлкуҫсене тӑкрӗ. Вара вӗсем юн пулса тӑчӗҫ. 5 Эпӗ шывсен пуҫӗ пулнӑ ангел ҫапла каланине илтрӗм: «Пирӗн чунтан парӑннӑ Турӑ, эсӗ пур тата пулнӑ. Эсӗ тӳрӗ, мӗншӗн тесен эсӗ ҫак приговорсене йышӑнтӑн. 6 Вӗсем сӑваплисен тата пророксен юнне тӑкнӑ, ҫавӑнпа та эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ». 7 Вара эпӗ парне вырӑнӗнчен тухакан сасса илтрӗм: «Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, санӑн приговорусем тӗрӗс те чӑн».

8 Тӑваттӑмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне хӗвел ҫине тӑкрӗ. Вара хӗвеле ҫынсене ҫунтарма ирӗк пачӗҫ. 9 Ҫынсене вӑйлӑ шӑрӑх ҫунтарчӗ, анчах та вӗсем ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем ҫак асапсене пулма паракан Туррӑн ятне хурларӗҫ, ӑна мухтав кӳмерӗҫ.

10 Пиллӗкмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне тискер чӗрчунӑн престолӗ ҫине тӑкрӗ. Вара унӑн патшалӑхӗ тӗттӗмлӗхе путрӗ. Асапланнӑран ҫынсем хӑйсен чӗлхине ҫыртма пуҫларӗҫ. 11 Анчах та вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн тата суранӗсемшӗн тӳпе Туррине хурларӗҫ.

12 Улттӑмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне аслӑ юханшыва, Евфрата, тӑкрӗ, вара хӗвелтухӑҫ енчи патшасем валли ҫул уҫӑлтӑр тесе унӑн шывӗ типсе ларчӗ.

13 Унтан эпӗ дракон ҫӑварӗнчен, тискер чӗрчун ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен шапа евӗрлӗ виҫӗ таса мар сӑмах* тухнине куртӑм. 14 Ҫак сӑмахсем демонсенчен тухаҫҫӗ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ*. Вӗсем, патшасене Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫа пухас тесе, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи патшасем патне тухаҫҫӗ.

15 «Эпӗ вӑрӑ пек пыратӑп! Сыхӑ тӑракан, хӑйӗн тумтирне упраса тӑракан ҫын телейлӗ — вӑл ҫарамас ҫӳремӗ, ҫынсем унӑн намӑсне курмӗҫ».

16 Вӗсем патшасене еврейла Армагеддо́н* текен вырӑна пухрӗҫ.

17 Ҫиччӗмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне сывлӑша тӑкрӗ. Вара храмри престол патӗнчен хытӑ сасӑ илтӗнчӗ, вӑл: «Пулчӗ!» — терӗ. 18 Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати кӗмсӗртетрӗ тата ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренчӗ. Ҫӗр ҫакӑн пек хытӑ чӗтренни ҫӗр ҫинче ҫынсем пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман. 19 Аслӑ хула виҫӗ пая пайланчӗ, тӗнчери хуласем арканчӗҫ. Турӑ Аслӑ Вавилон ҫинчен аса илчӗ те ӑна хӑйӗн хаяр ҫиллин хӗрлӗ эрехӗпе тултарнӑ куркана ӗҫме пачӗ. 20 Мӗнпур утрав ҫухалчӗ, тусем те тӑрса юлмарӗҫ. 21 Ҫынсем ҫине тӳперен талант* йывӑрӑш пӑр ҫурӗ. Ҫынсем пӑр ҫунӑшӑн Турра хурларӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав асап питӗ хӑрушӑччӗ.

17 Ҫичӗ чашӑк тытнӑ ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана нумай шыв ҫинче ларакан, пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑма* наказани мӗнле панине кӑтартӑп. 2 Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа аскӑнланса пурӑнчӗҫ*, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн аскӑнлӑхӗн хӗрлӗ эрехне ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗҫ».

3 Святой сывлӑш хӑвачӗпе ангел мана пушхире илсе кайрӗ. Унта эпӗ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ хӗрлӗ тискер чӗрчун ҫинче хӗрарӑм ларнине куртӑм. Тискер чӗрчун ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑччӗ. 4 Хӗрарӑм пурпур тӗслӗ*, хӗп-хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе хитреленнӗччӗ. Аллине вӑл ылтӑн курка тытнӑччӗ, курки вара унӑн аскӑнлӑхӗн* ирсӗрлӗхӗпе тата тасамарлӑхӗпе тулнӑччӗ. 5 Унӑн ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑччӗ: «Аслӑ Вавилон, аскӑн хӗрарӑмсен* тата ҫӗр ҫинчи мӗнпур ирсӗрлӗхӗн амӑшӗ». 6 Эпӗ ҫав хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисусӑн свидетелӗсен юнне ӗҫсе ӳсӗрӗлнине куртӑм.

Ӑна курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. 7 Вара ангел мана ҫапла каларӗ: «Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? Эпӗ сана ҫак хӗрарӑмӑн тата вӑл ларакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер чӗрчунӑн вӑрттӑнлӑхне каласа парӑп. 8 Эсӗ курнӑ тискер чӗрчун малтан пурччӗ, халӗ вара вӑл ҫук, анчах кӗҫех вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — камӑн ячӗсене тӗнче никӗсне хывнӑранпах пурнӑҫ чӗркемӗ ҫине ҫырса хуман, ҫавсем — тискер чӗрчун малтан пуррине, кайран ҫуккине, унтан каллех килнине курсан тӗлӗнӗҫ.

9 Ҫакна ӑнланма ӑслӑлӑх кирлӗ. Ҫичӗ пуҫ ҫичӗ тӑва пӗлтерет, ҫак тусем ҫинче хӗрарӑм ларать. 10 Вӗсемех ҫичӗ патшана пӗлтереҫҫӗ: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ, пӗри пур, тепри вара килмен-ха, анчах та килсен нумаях тӑмӗ. 11 Малтан пулнӑ, кайран ҫухалнӑ тискер чӗрчун саккӑрмӗш патша та пулать. Вӑл ҫиччӗшӗнчен пулса кайнӑ, вӑл тӗп пулӗ.

12 Тискер чӗрчунӑн вунӑ мӑйраки хальлӗхе патшалӑх илмен вунӑ патшана пӗлтерет. Вӗсем тискер чӗрчунпа пӗрле пӗр сехетлӗхе патшара ларма власть илӗҫ. 13 Вӗсен пӗр тӗллев*, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен вӑйне тата влаҫне тискер чӗрчуна параҫҫӗ. 14 Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах Путек хуҫасен Хуҫи тата патшасен Патши пулнӑран вӗсене ҫӗнтерӗ. Чӗнсе илнисем, суйласа илнисем тата шанчӑклисем унпа пӗрле ҫӗнтерӗҫ».

15 Ангел мана каларӗ: «Аскӑн хӗрарӑм* ларакан шывсем халӑхсене, нацисене, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пӗлтереҫҫӗ. 16 Эсӗ курнӑ тискер чӗрчунпа унӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, вӗсем ӑна ҫаратса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, унӑн ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ. 17 Мӗншӗн тесен Турӑ вӗсен ӑшне хӑй тӑвас тенине тума шухӑш кӗртӗ, урӑхла каласан, хӑйсен тӗллевне пурнӑҫа кӗртме — Туррӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланиччен хӑйсен патшалӑхне тискер чӗрчуна пама — шухӑш кӗртӗ. 18 Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».

18 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен тепӗр ангел аннине куртӑм. Унӑн пысӑк власть пурччӗ, вӑл хӑйӗн мухтавӗн ҫутипе ҫӗре ҫутатса ячӗ. 2 Вӑл хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ: «Аслӑ Вавилона ҫӗнтерчӗҫ! Пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑм* демонсен пурӑнмалли вырӑнӗ пулса тӑчӗ тата пӗтӗм таса мар сывлӑшсен, пӗтӗм таса мар та йӗрӗнчӗк кайӑксен йӑви пулса тӑчӗ. 3 Вӑл мӗнпур халӑха хӑйӗн аскӑнланас вӑйлӑ туртӑмӗн* хӗрлӗ эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ. Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа аскӑнланса пурӑнчӗҫ*, ҫӗр ҫинчи купсасем вӑл чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнассишӗн ҫуннипе пуйса кайрӗҫ».

4 Тата эпӗ тӳперен урӑх сасӑ илтрӗм, вӑл ҫапла каларӗ: «Манӑн халӑхӑм, унӑн ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене хутшӑнас мар тесен тата ӑна паракан наказание илес мар тесен унтан тухса кай. 5 Мӗншӗн тесен унӑн ҫылӑхӗсем тӳпе таранах ҫитрӗҫ, Турӑ ӑна усал ӗҫӗсемшӗн суд тӑвӗ. 6 Вӑл ыттисене усал тунӑшӑн хирӗҫ тавӑрӑр ӑна, икӗ хут ытларах тавӑрӑр. Вӑл хӗрлӗ эрех хатӗрленӗ куркарах ун валли икӗ хут ытларах хӗрлӗ эрех хатӗрлӗр. 7 Хӑйне вӑл мӗн чухлӗ асла хучӗ, мӗн чухлӗ намӑса пӗлмесӗр чаплӑ пурӑнчӗ, ҫавӑн чухлӗ ӑна асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Вӑл хӑй ӑшӗнче: „Эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ тӑлӑх арӑм мар, нихӑҫан та хуйхӑ курмӑп“, — тет. 8 Ҫавӑншӑн ун ҫине пӗр кун хушшинчех асапсем: выҫлӑх, хуйхӑ, вилӗм — ҫитӗҫ, ӑна ҫунтарса ярӗҫ, мӗншӗн тесен ӑна суд тунӑ Иегова* Турӑ хӑватлӑ.

9 Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа аскӑнланса пурӑннӑскерсем* тата унпа пӗрле намӑса пӗлмесӗр чаплӑ пурӑннӑскерсем, вӑл ҫунакан вут-ҫулӑмран тухакан тӗтӗме курса хытӑ хуйхӑрӗҫ*, уншӑн макӑрӗҫ. 10 Вӗсем те ун пекех асапланасран хӑранипе аякра тӑрса ҫапла калӗҫ: „Хуйхӑ, мӗнле пысӑк хуйхӑ! Аслӑ хула, хӑватлӑ Вавилон! Сана питӗ хӑвӑрт суд турӗҫ-ҫке!“

11 Ҫӗр ҫинчи купсасем те макӑрӗҫ, хуйхӑрӗҫ, мӗншӗн тесен урӑх никам та вӗсен таварне туянмӗ. 12 Вӗсен таварӗсем: ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши чулсем, ӗнчӗ, паха йӗтӗн, пурҫӑн, пурпур тӗслӗ* тата хӗп-хӗрлӗ пусма, ҫавӑн пекех ырӑ шӑршӑллӑ йывӑҫран, слон шӑмминчен, паха йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен тата мрамортан тунӑ япаласем, 13 корица, кардамон, фимиам, ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, латӑн, хӗрлӗ эрех, олива ҫӑвӗ, паха ҫӑнӑх, тулӑ, вӑкӑрсем, сурӑхсем, лашасем, кӳлмелли урапасем, чурасемпе ытти ҫынсем* — никама та кирлӗ пулмӗҫ. 14 Эсӗ юратнӑ лайӑх ҫимӗҫсем урӑх ҫук, тутлӑ апатпа чаплӑ япаласем санӑн яланлӑхах пӗтрӗҫ.

15 Ҫак япаласене сутнӑ купсасем, ӑна пула пуйса кайнӑскерсем, хӑйсемпе те ҫапла пулса тухасран хӑраса аякра тӑрӗҫ, вӗсем макӑрӗҫ, хуйхӑрӗҫ. 16 Вӗсем ҫапла калӗҫ: „Хуйхӑ, мӗнле пысӑк хуйхӑ, аслӑ хула! Эсӗ паха йӗтӗн, пурпур тӗслӗ* тата хӗп-хӗрлӗ тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе хитреленеттӗн! 17 Ҫакӑн пек пысӑк пуянлӑх мӗнле хӑвӑрт пӗтрӗ!“

Моряксем, капитансем, матроссем тата тинӗс шучӗпе пурӑнакансем пурте аякра тӑчӗҫ, 18 вӑл ҫунакан вут-ҫулӑмран тухакан тӗтӗме курса вӗсем: „Ҫак аслӑ хулапа мӗнле хула танлашайтӑр?“ — терӗҫ. 19 Пуҫӗсене тусан сапса, макӑрса, хуйхӑрса вӗсем кӑшкӑрса каларӗҫ: „Хуйхӑ, мӗнле пысӑк хуйхӑ, аслӑ хула! Ӑна пула карапсен хуҫисем пурте пуйса кайрӗҫ! Мӗн тери хӑвӑрт пушанса юлчӗ вӑл!“

20 Тӳпе, савӑн! Сӑваплисем, апостолсем, пророксем, савӑнӑр: Турӑ ӑна сирӗншӗн суд турӗ!»

21 Пӗр вӑйлӑ ангел арман чулӗ пек пысӑк чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: «Вавилона та, ҫак аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл урӑх пулмӗ. 22 Вавилонра арфӑпа калакан юрӑҫсен сасси, флейта сасси, труба тата ытти инструментсен сасси тек нихӑҫан та илтӗнмӗ, пӗр ӑстаҫӑ та юлмӗ, арман чулӗн сасси те урӑх илтӗнмӗ. 23 Унта тек ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑн сасси те илтӗнмӗ. Сан купсусем паллӑ ҫынсем пулнӑ, эсӗ асамлани-тухатланипе мӗнпур халӑх улталаннӑ. 24 Ҫак хула пророксен, сӑваплисен тата ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗшӗн айӑплӑ».

19 Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере нумай ҫын калаҫнӑ пек хытӑ сасӑ илтрӗм: «Иеговӑна мухтӑр!* Ҫӑлӑнӑҫ, чыс тата хӑват — пирӗн Турӑра, 2 мӗншӗн тесен унӑн приговорӗсем тӗрӗс те чӑн. Вӑл пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑма*, хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе* пӗтӗм ҫӗре пӑсса янӑскере, наказани пачӗ тата хӑйӗн чурисен юнӗшӗн ӑна тавӑрчӗ». 3 Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗсем тепӗр хут кӑшкӑрса каларӗҫ: «Иеговӑна мухтӑр!* Ҫак хула ҫунакан вут-ҫулӑмӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех хӑпарӗ».

4 Вара 24 старейшинӑпа тӑватӑ херувим* чӗркуҫленсе ларса престол ҫинче ларакан Турра пуҫҫапрӗҫ те: «Аминь! Иеговӑна мухтӑр!*» — терӗҫ.

5 Унтан престол патӗнчен сасӑ илтӗнчӗ: «Туррӑн чурисем, унран хӑракансем пурте — кӗҫӗннисем те, аслисем те, пирӗн Турра мухтӑр».

6 Унтан эпӗ нумай ҫын калаҫнӑ пек сасӑсем илтрӗм. Ҫав сасӑсем кӗрлесе юхакан шыв пек тата хытӑ кӗмсӗртетекен аслати пек пулчӗҫ. Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Иеговӑна мухтӑр!* Мӗншӗн тесен Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Туррӑмӑр, патша пулса ертсе пыма пуҫларӗ! 7 Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер, ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйне тума вӑхӑт ҫитрӗ, унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ те хатӗр тӑрать. 8 Ӑна паха йӗтӗнрен тунӑ ҫап-ҫутӑ таса тумтир тӑхӑнма панӑччӗ. Паха йӗтӗн — сӑваплисен тӳрӗ ӗҫӗсем».

9 Ангел мана каларӗ: «Ҫырса хур: „Кама Путек туйӗн ӗҫки-ҫикине чӗннӗ, ҫавсем телейлӗ“». Тата вӑл ҫапла каларӗ: «Ҫак сӑмахсем — Туррӑн сӑмахӗсем, вӗсене шанма пулать». 10 Вара эпӗ ун умӗнче чӗркуҫленсе лартӑм та ӑна пуҫҫапасшӑн пултӑм, анчах та вӑл мана каларӗ: «Асту, ҫакна ан ту! Эпӗ те сан пекех тата Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен тӑванусем пекех чура ҫеҫ. Турра пуҫҫап! Иисус ҫинчен каласа пӗлтерни — пророкла каланисен тӗшши*».

11 Эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине куртӑм, унта шурӑ лаша пурччӗ. Ун ҫине утланни Шанчӑкли тата Чӑнни ятлӑ. Вӑл тӳрӗ суд тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать. 12 Унӑн куҫӗсем вут-ҫулӑм пек, пуҫӗ ҫинче питӗ нумай диаде́ма*. Ун ҫине хӑйӗнсӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ят ҫырса хунӑ. 13 Вӑл юнпа хӗрелнӗ* тумтир тӑхӑннӑ, унӑн ячӗ — Туррӑн Сӑмахӗ. 14 Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем ҫине утланнӑ, паха йӗтӗнрен тунӑ таса та шурӑ тумтир тӑхӑннӑ тӳпери ҫарсем пыраҫҫӗ. 15 Халӑхсене пӗтермешкӗн унӑн ҫӑварӗнчен ҫивӗч те вӑрӑм хӗҫ тухать, вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтсе ҫӳрӗ*. Вӑл Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн хаяр ҫиллин юхтаркӑчӗнче виноград таптать. 16 Унӑн тумтирӗ ҫине, пӗҫҫи ҫине, ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.

17 Тата эпӗ хӗвел ҫутинче тӑракан ангела куртӑм. Вӑл ҫӳл тӳпере вӗҫекен пӗтӗм кайӑка ҫапла кӑшкӑрса каларӗ: «Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр! 18 Патшасен виллисене, ҫар пуҫлӑхӗсен виллисене, вӑйлисен виллисене, лашасемпе юланутҫӑсен виллисене, мӗнпур ҫыннӑн — ирӗклисемпе чурасен, кӗҫӗннисемпе аслисен — виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр».

19 Эпӗ тискер чӗрчуна, ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарӗсене куртӑм. Вӗсем лаша ҫинче лараканпа тата унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫма пуҫтарӑннӑ. 20 Тискер чӗрчуна ярса тытрӗҫ, ун умӗнче тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан суя пророка та — тискер чӗрчун паллине ларттарнисене тата унӑн сӑнне пуҫҫапакансене улталаканскере — ярса тытрӗҫ. Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. 21 Ыттисене юланутҫӑн ҫӑварӗнчен тухакан вӑрӑм хӗҫ вӗлерсе пӗтерчӗ. Вара вӗсен виллисемпе пӗтӗм кайӑк тӑранчӗ.

20 Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫипе пысӑк сӑнчӑр пурччӗ. 2 Вӑл дракона, авалхи ҫӗлене, урӑхла каласан, Дьявола, Шуйттана, тытрӗ те ӑна 1 000 ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ. 3 Вӑл ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ, 1 000 ҫул иртиччен вӑл ҫынсене ан улталатӑр тесе ӑна питӗрсе хучӗ те ҫиелтен пичет лартрӗ. Ҫав вӑхӑт иртсен, ӑна кӗске вӑхӑтлӑха ирӗке кӑларӗҫ.

4 Эпӗ престолсене куртӑм, вӗсем ҫинче ларакансене ыттисене суд тума власть панӑ. Тата Иисус ҫинчен каласа пӗлтернӗшӗн, Турӑ ҫинчен калаҫнӑшӑн вӗлернисен* чунӗсене* куртӑм. Вӗсем тискер чӗрчуна тата унӑн сӑнне пуҫҫапмарӗҫ, хӑйсен ҫамки ҫине тата алли ҫине паллӑ ларттармарӗҫ. Вӗсем чӗрӗлчӗҫ те Христоспа пӗрле 1 000 ҫул хушши патшара ларчӗҫ. 5 Вӗсем — вилӗмрен малтан чӗрӗлсе тӑнисем. (Ытти вилнӗ ҫынсем 1 000 ҫул иртмесӗр чӗрӗлмерӗҫ.) 6 Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ тата сӑваплӑ, иккӗмӗш вилӗм вӗсемпе пуҫ пулаймӗ. Вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ тата Христоспа пӗрле 1 000 ҫул патшара ларӗҫ.

7 Пин ҫул иртсен Шуйттана тӗрмерен кӑларӗҫ. 8 Вӑл ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гога тата Магога, улталама тата вӗсене вӑрҫа пуҫтарма тухӗ. Вӗсен шучӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ. 9 Вӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлчӗҫ, сӑваплисен тапӑрне тата Турӑ юратакан хулана ҫавӑрса илчӗҫ. Анчах тӳперен вут-ҫулӑм анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ. 10 Вӗсене улталанӑ Шуйттана* кӳкӗртлӗ те вутлӑ кӳлле тискер чӗрчунпа суя пророк патне пӑрахрӗҫ. Вӗсем унта кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗр-ӗмӗрех асапланӗҫ.

11 Эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче ларакана куртӑм. Ун патӗнчен ҫӗр те, тӳпе те тарчӗ, вӗсем валли вырӑн тупӑнмарӗ. 12 Вара эпӗ престол умӗнче тӑракан вилнисене, аслисемпе кӗҫӗннисене, куртӑм. Чӗркемсене уҫса хунӑччӗ. Тата тепӗр чӗркеме — пурнӑҫ чӗркемне — уҫса хунӑччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура чӗркемре ҫырни тӑрӑх суд турӗҫ. 13 Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнисене кӑларса пачӗ, вилӗмпе виле шӑтӑкӗ* те вилнисене кӑларса пачӗҫ. Вӗсенчен кашнине ӗҫӗсем тӑрӑх суд турӗҫ. 14 Вара вилӗмпе виле шӑтӑкне вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Вутлӑ кӳлӗ иккӗмӗш вилӗме пӗлтерет. 15 Камӑн ятне пурнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна та вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.

21 Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе тата ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм, мӗншӗн тесен малтанхи тӳпепе малтанхи ҫӗр пӗтрӗҫ, тинӗс те урӑх ҫук. 2 Тата эпӗ тӳперен Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ хулана, Ҫӗнӗ Иерусалима, куртӑм. Вӑл пулас упӑшкипе тӗл пулма хатӗрленнӗ, илемлӗ тумланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пекчӗ. 3 Унтан эпӗ престол патӗнчен тухакан хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: «Туррӑн чатӑрӗ — ҫынсем хушшинче, Турӑ вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ. Вӗсем унӑн халӑхӗ пулӗҫ, вӑл вӗсемпе пӗрле пулӗ. 4 Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, хуйхӑ та, йӗни-макӑрни те, ыратни те пулмӗ. Унчченхи пӗтӗмпех иртсе кайрӗ».

5 Престол ҫинче лараканӗ ҫапла каларӗ: «Акӑ эпӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ тӑватӑп!» Тата вӑл: «Ҫырса хур, ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн», — терӗ. 6 Унтан вӑл мана ҫапла каларӗ: «Вӗсем пурнӑҫланчӗҫ! Эпӗ А́льфа тата Оме́га*, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна эпӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗнчен юхса тӑракан шыва ахалех ӗҫме парӑп. 7 Ҫӗнтерекен ҫакна пурне те илӗ*. Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл манӑн ывӑлӑм пулӗ. 8 Анчах хӑравҫӑсене, ӗненменнисене, йӗрӗнтерекен те таса мар ӗҫсем тӑвакансене, ҫын вӗлерекенсене, аскӑнланса пурӑнакансене*, асамлакан-тухатлакан ҫынсене, йӗрӗхсене пуҫҫапакансене тата суеҫӗсене кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле пӑрахӗҫ. Ку иккӗмӗш вилӗме пӗлтерет».

9 Юлашки ҫичӗ асаппа тултарнӑ ҫичӗ чашӑка тытса тӑракан ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана каларӗ: «Айта, эпӗ сана ҫураҫнӑ хӗре, Путекӗн пулас арӑмне, кӑтартӑп». 10 Вара вӑл мана святой сывлӑш хӑвачӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ те тӳперен Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ хулана, Иерусалима, кӑтартрӗ. 11 Ҫав хула Туррӑн мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ. Унӑн ҫути хаклӑ йышши чулӑн ҫути пекчӗ, хрусталь пек таса яшма чулӗн ҫути пекчӗ. 12 Хула тавра 12 хапхаллӑ пысӑк та ҫӳллӗ хӳме пурччӗ, хапхисем умӗнче 12 ангел тӑратчӗ. Хапхисем ҫине Израилӗн 12 йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑччӗ. 13 Виҫӗ хапхи — тухӑҫ енчеччӗ, виҫӗ хапхи — ҫурҫӗр енчеччӗ, виҫӗ хапхи — кӑнтӑр енчеччӗ, тепӗр виҫӗ хапхи анӑҫ енчеччӗ. 14 Хула хӳмин никӗсне 12 чул хунӑччӗ. Ҫав чулсем ҫинче Путекӗн 12 апостолӗн ячӗсене ҫырнӑччӗ.

15 Манпа калаҫаканӗ хулана, унӑн хапхисемпе хӳмине виҫме ылтӑн патак* тытнӑччӗ. 16 Хула тӑваткалччӗ: унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗрехчӗ. Вӑл хулана патакпа виҫсе тухрӗ те — 12 000 ста́ди* пулчӗ; унӑн тӑршшӗ, сарлакӑшӗ тата ҫӳллӗшӗ пӗрехчӗ. 17 Ангел ҫынсем усӑ куракан виҫепе усӑ курса хӳмене виҫсе тухрӗ те, унӑн ҫӳллӗшӗ 144 чике* пулчӗ. 18 Хула хӳмине яшмӑран тунӑччӗ, хулана вара витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран тунӑччӗ. 19 Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗччӗ. Никӗсӗн пӗрремӗш чулӗ — яшма*, иккӗмӗшӗ — сапфир, виҫҫӗмӗшӗ — халцедо́н, тӑваттӑмӗшӗ — изумруд, 20 пиллӗкмӗшӗ — сардони́кс, улттӑмӗшӗ — сердоли́к, ҫиччӗмӗшӗ — хризоли́т, саккӑрмӗшӗ — бери́лл, тӑххӑрмӗшӗ — топа́з, вуннӑмӗшӗ — хризопра́з, вунпӗрмӗшӗ — гиаци́нт, вуниккӗмӗшӗ — аметист. 21 12 хапха — 12 ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑччӗ. Хулан тӗп урамӗ — витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнранччӗ.

22 Эпӗ хулара храм курмарӑм, мӗншӗн тесен унӑн храмӗ — Пурне те Тума Пултаракан Иегова* Турӑ тата Путек. 23 Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатса тӑрать тата унӑн ҫутаткӑҫӗ — Путек. 24 Ун ҫутинче халӑхсем ҫӳрӗҫ, ҫӗр ҫинчи патшасем ӑна мухтава кӑларӗҫ. 25 Хула хапхисене кӑнтӑрла питӗрмӗҫ, каҫ вара унта пулмасть. 26 Унта халӑхсен мухтавӗпе чысне илсе пырӗҫ. 27 Ҫав хулана ирсӗрленни нимӗн те кӗреймӗ, унта йӗрӗнтерекен тата ултавлӑ ӗҫсене тӑвакансем те кӗреймӗҫ. Унта Путекӗн пурнӑҫ чӗркемӗ ҫине ҫырса хунисем кӑна кӗрӗҫ.

22 Ангел мана Туррӑн тата Путекӗн престолӗнчен юхса тухакан, хрусталь пек тап-таса пурнӑҫ шывӗн юханшывне кӑтартрӗ. 2 Вӑл хулан тӗп урамӗ варрипе юхатчӗ. Юханшывӑн икӗ енӗпе те пурнӑҫ йывӑҫӗсем ӳсетчӗҫ. Вӗсем кашни уйӑхра, ҫулталӑкра 12 хут, ҫимӗҫ паратчӗҫ. Ҫав йывӑҫсен ҫулҫисем — халӑхсене сыватмашкӑн.

3 Турӑ ҫак хулана нихӑҫан та ылханмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ пулӗ, Туррӑн чурисем уншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ. 4 Вӗсем унӑн сӑн-питне курӗҫ, вӗсен ҫамки ҫинче унӑн ячӗ пулӗ. 5 Унта каҫ пулмӗ, вӗсене ҫутаткӑҫ та, хӗвел ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Иегова* Турӑ ҫутатса тӑрӗ. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ.

6 Вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн. Иегова*, пророксем урлӑ калаҫакан Турӑ, хӑйӗн чурисене кӗҫех мӗн пулассине кӑтартмашкӑн хӑйӗн ангелне ячӗ. 7 Эпӗ кӗҫех пырӑп! Ҫак чӗркемри пророкла каланӑ сӑмахсене пурнӑҫра тытса тӑракан телейлӗ».

8 Эпӗ, Иоанн, ҫакна куртӑм та, илтрӗм те. Ҫакна илтсен тата курсан, хама ҫакна кӑтартнӑ ангела пуҫҫапмашкӑн эпӗ ун умне чӗркуҫленсе лартӑм. 9 Анчах вӑл мана каларӗ: «Асту, ҫакна ан ту! Эпӗ те сан пекех, санӑн пророк тӑванусем пекех тата ҫак чӗркемри сӑмахсене тытса тӑракансем пекех чура ҫеҫ. Турра пуҫҫап».

10 Тата вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ҫак чӗркемри пророкла каланӑ сӑмахсене ан пытар*, мӗншӗн тесен вӗсем пурнӑҫланас вӑхӑт ҫывӑх. 11 Тӳрӗ мар ҫын усал* ӗҫсене тусах пурӑнтӑр, таса марри те таса мар ӗҫсене тусах пурӑнтӑр. Тӳрӗ ҫын вара ырӑ* ӗҫсене тусах пурӑнтӑр, сӑвапли те сӑваплӑ пулсах пурӑнтӑр.

12 „Эпӗ кӗҫех пырӑп та кашнине ӗҫӗсене кура тавӑрса парӑп. 13 Эпӗ — А́льфа тата Оме́га*, малтанхи тата кайранхи, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. 14 Пурнӑҫ йывӑҫӗсен ҫимӗҫӗсене ҫиме ирӗк илмешкӗн тата хулана хапхаран кӗмешкӗн хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнисем телейлӗ. 15 Йӗрӗнчӗк ҫынсем*, асамлакан-тухатлакан ҫынсем, аскӑнланса пурӑнакансем*, ҫын вӗлерекенсем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем тата суяна юратакан ултавҫӑсем хула тулашӗнче юлӗҫ“.

16 „Эпӗ, Иисус, пухусене усӑ пултӑр тесе хамӑн ангела сире ҫакна каласа пӗлтермешкӗн ятӑм. Эпӗ — Давидӑн тымарӗ тата унӑн тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр“».

17 Сывлӑш тата ҫураҫнӑ хӗр: «Кил!» — теҫҫӗ. Ҫакна илтекен те: «Кил!» — тетӗр. Ӑшӗ хыпнисем пурте килччӗр. Камӑн кӑмӑлӗ пур, ҫавӑ пурнӑҫ шывне ахалех илтӗр.

18 «Ҫак чӗркемри пророкла каланӑ сӑмахсене илтекенсене пурне те эпӗ ҫапла калатӑп: „Кам та пулин ҫак сӑмахсем ҫумне мӗн те пулин хушсан, Турӑ ун ҫине ҫак чӗркемре ҫырнӑ асапсене ярӗ. 19 Кам та пулин ҫак чӗркемри сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахсан, Турӑ ӑна ҫак чӗркемре мӗн ҫинчен ҫырнӑ, ҫавна илме ирӗк памӗ: вӑл ӑна пурнӑҫ йывӑҫӗсен ҫимӗҫӗсене ҫитермӗ тата сӑваплӑ хулана кӗртмӗ“.

20 Каласа пӗлтерекен: „Эпӗ кӗҫех пырӑп“, — тет».

Аминь! Кил, Иисус Ҫӳлхуҫа!

21 Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сӑваплисемпе пӗрле пултӑр.

Е «малашнехине».

Е «паллӑсемпе».

Словаре пӑхӑр.

Е «канӑҫлӑх».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑлха пурри илттӗр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пурнӑҫ пуҫ кӑшӑлне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «манӑн ята ҫирӗп тытса тӑратӑн».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтаракан чул хума».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тунине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӳрисене».

Е, тен, «ман пек чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетӗнче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫ кӑшӑлне».

Ҫакӑ тӗрлӗ тӗслӗ, витӗр курӑнакан чул пулмалла. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ алмаза пӗлтерет тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫакӑ хаклӑ йышши хӗрлӗ тӗслӗ чул.

Е «кантӑк».

Е «чӗрӗ чун».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «Иегова, пирӗн Турӑ, эсӗ мухтав та, чыс та, хӑват та илме тивӗҫлӗ».

Е «варринче».

Е «чӗрӗ чунпа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мириачӗ-мириачӗпехчӗ».

Е «чӗрӗ чун».

Е «чӗрӗ чунран».

Пӗрчӗллӗ япаласен калӑпӑш виҫи, 1 литртан кӑшт ытларах.

Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «сиен ан кӳр».

Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.

Ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче тӑкӑннӑ вӗсен юнне — вӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан юна — пӗлтерет пулмалла. Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.

Е «хӑйсем пекех чурасемпе».

Ӑна качака ҫӑмӗнчен тунӑ пулмалла.

Е «чӗрӗ чун».

Е «варринче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вут-ҫулӑмпа».

Е «Эрӗм».

Кунта ҫак сӑмах салтакӑн кӑкӑрне хӳтӗлекен вӑрҫӑ хатӗрне пӗлтерет.

«Аркату» тенине пӗлтерет.

«Аркатакан» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ мириадшар мириад». Е «20 000 хут 10 000».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пичетлесе хур».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑмӑш».

Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

Кунта Турӑ пирки сӑмах пырать пулмалла.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Словарьте «Турӑран хӑрани» статьяна пӑхӑр.

Е «сӑваплӑ вырӑн». Урӑхла каласан, храмри Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм.

Ку вӑл патшасем тӑхӑнакан пуҫ кӑшӑлӗ.

Ҫак ят «Турӑ евӗрли кам пур?» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑл». Ҫакӑ дракона пӗлтерет.

Е «пӗтӗм ҫӗре».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мӗн виличченех хӑйсен чунне юратмарӗҫ». Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑхӑтсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхӗпе».

Урӑхла каласан, дракон.

Ку вӑл патшасем тӑхӑнакан пуҫ кӑшӑлӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аслӑ паллӑсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑш пама».

Е «чӗрӗ чун».

Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ кайӑксем вӗҫсе ҫӳрекен тӳпене пӗлтерет.

Словарьте «Турӑран хӑрани» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехечӗ».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Иисусӑн ӗненӗвне тытса тӑракансене».

Е «сӑваплӑ вырӑнтан». Урӑхла каласан, храмри Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «1 600 стадие». 1 ста́ди — 185 м. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «кантӑк».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «чӗрӗ чунсенчен».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑш».

Е «паллӑсем кӑтартаҫҫӗ».

«Меги́ддо тӑвӗ» тенине пӗлтерет.

Грек таланчӗ 20,4 кг таять. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «проституткӑна».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «тӗксӗм хӗрлӗ».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «проституткӑсен».

Е «вӗсем пӗр шухӑшлӑ».

Е «проститутка».

Е «проститутка».

Е «ҫиллин».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапӗҫ».

Е «тӗксӗм хӗрлӗ».

Е «ҫынсен чунӗсем».

Е «тӗксӗм хӗрлӗ».

Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.

Е «проституткӑна».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.

Е «чӗрӗ чун».

Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.

Е «Аллилуйя!». «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах — Иегова ятӑн кӗске форми.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «тӗллевӗ». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшӗ».

Ку вӑл патшасем тӑхӑнакан пуҫ кӑшӑлӗ.

Е, тен, «юнпа сирпӗтнӗ».

Е «пӑхӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуртӑпа касса вӗлернисен».

Ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче тӑкӑннӑ вӗсен юнне — вӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан юна — пӗлтерет пулмалла. Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».

Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.

Ҫаксем грек алфавитӗнчи пӗрремӗш тата юлашки саспаллисем.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерлӗхе илӗ».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑмӑш».

2 220 ҫухрӑм. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

64 м яхӑн. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Ҫакӑ тӗрлӗ тӗслӗ, витӗр курӑнакан чул пулмалла. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ алмаза пӗлтерет тесе шутлаҫҫӗ.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пичетлесе ан хур».

Е «тӳрӗ мар».

Е «тӳрӗ».

Ҫаксем грек алфавитӗнчи пӗрремӗш тата юлашки саспаллисем.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «йытӑсем».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр