ИОАНӐН
ПӖРРЕМӖШ ҪЫРӐВӖ
1 Эпир сирӗн пата чӑн малтанах мӗн пулни ҫинчен, хамӑр мӗн илтни ҫинчен, хамӑр куҫпа мӗн курни ҫинчен, хамӑр мӗн сӑнаса тӑни ҫинчен, алӑпа мӗн тытса пӑхни ҫинчен — пурнӑҫ паракан сӑмах ҫинчен — ҫырса пӗлтеретпӗр. 2 (Чӑнах та, эпир Атте паракан ӗмӗрлӗх пурнӑҫа пӗлтӗмӗр, ӑнлантӑмӑр тата ун ҫинчен сире каласа пӗлтеретпӗр.) 3 Эпир Аттепе тата унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа пӗрлӗхре. Сирӗн те пирӗнпе пӗрлӗхре пулмалла пултӑр тесе эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен сире каласа паратпӑр. 4 Ҫакна эпир пирӗн пурин те савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе ҫыратпӑр.
5 Ҫак хыпара эпир унран илтнӗ, ӑна эпир сире пӗлтеретпӗр: Турӑ вӑл — ҫутӑ, унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук. 6 Эпир унпа пӗрлӗхре тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсан, эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр. 7 Анчах та, вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир те ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан, эпир пӗр-пӗринпе пӗрлӗхре тӑратпӑр тата унӑн Ывӑлӗн, Иисусӑн, юнӗ пире пур ҫылӑхран та тасатать.
8 Эпир хамӑр пирки ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан, хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук. 9 Эпир хамӑр ҫылӑхсене йышӑнса вӗсем ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарать тата пур усал ӗҫрен те тасатать, мӗншӗн тесен вӑл шанчӑклӑ та тӳрӗ. 10 Енчен те эпир ҫылӑх туман тетпӗр пулсан, ӑна суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр тата пирӗн чӗрере унӑн сӑмахӗ ҫук.
2 Ачамсем, ҫакна эпӗ сирӗн ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр тесе ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Аттепе юнашар пире пулӑшакан, тӳрӗ Иисус Христос, пур. 2 Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан, пире Турӑпа мирлештерекен парне. Ҫав парнене пирӗн ҫылӑхсемшӗн кӑна мар, пӗтӗм тӗнчен ҫылӑхӗсемшӗн панӑ. 3 Эпир унӑн заповечӗсене тытса тӑратпӑр пулсан, ӑна пӗлнине кӑтартатпӑр. 4 Кам ӑна пӗлетӗп тет, анчах та унӑн заповечӗсене тытса тӑмасть, ҫавӑ суеҫӗ, унра чӑнлӑх ҫук. 5 Кам вара унӑн сӑмахне тытса тӑрать, ҫавӑ чӑннипех те Турра юратнине туллин кӑтартать. Ҫапла тунипе эпир унпа пӗрлӗхре пулнине кӑтартатпӑр. 6 Кам хӑйне унпа пӗрлӗхре тет, ҫавӑн Иисус пурӑннӑ пекех пурӑнмалла.
7 Юратнӑ тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата ҫӗнӗ заповедь ҫинчен мар, авалхи заповедь ҫинчен ҫыратӑп. Ӑна сире малтанах панӑ. Ҫак авалхи заповедь вӑл — эсир илтнӗ сӑмах. 8 Апла пулин те, ҫав заповеде ҫӗнӗ заповедь те теме пулать. Ӑна Иисус тытса тӑнӑ, эсир те тытса тӑратӑр, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх иртсе каять, чӑн ҫутӑ вара ҫутатса тӑрать.
9 Кам хӑйне ҫутӑра ҫӳретӗп тет, хӑй вара тӑванне кураймасть, ҫавӑ халӗ те тӗттӗмлӗхре. 10 Кам хӑйӗн тӑванне юратать, ҫавӑ ҫутӑра ҫӳрет, ӑна нимӗн те такӑнтармасть*. 11 Анчах та кам хӑйӗн тӑванне кураймасть, ҫавӑ тӗттӗмлӗхре, вӑл тӗттӗмлӗхре ҫӳрет тата вӑл хӑй ӑҫта кайнине пӗлмест, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх унӑн куҫне суккӑрлатнӑ.
12 Ачамсем, эпӗ сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен сирӗн ҫылӑхсене унӑн ячӗшӗн каҫарнӑ. 13 Ашшӗсем, сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эсир кам чи малтан пулнӑ, ҫавна пӗлетӗр. Ҫамрӑксем, сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эсир Шуйттана* ҫӗнтертӗр. Ачамсем, сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эсир Аттене пӗлетӗр. 14 Ашшӗсем, сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эсир кам чи малтан пулнӑ, ҫавна пӗлетӗр. Ҫамрӑксем, сирӗн пата ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эсир вӑйлӑ, Турӑ сӑмахне ӗненетӗр тата Шуйттана* ҫӗнтертӗр.
15 Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр. Кам тӗнчене юратать, ҫавӑ Аттене юратмасть. 16 Мӗншӗн тесен тӗнчере мӗн пурри пурте: ҫылӑхлӑ кӗлетке илӗртни те, куҫ илӗртни те, пурлӑхпа мухтанни те — Аттерен мар, ҫак тӗнчерен. 17 Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Туррӑн ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ.
18 Ачамсем, юлашки вӑхӑт ҫитрӗ. Эсир анти́христ* килесси ҫинчен илтнӗ. Халӗ антихристсем нумайланса кайрӗҫ, ҫакӑнтан эпир юлашки вӑхӑт ҫитнине пӗлетпӗр. 19 Вӗсем пирӗн хушшӑмӑрта пулнӑ, анчах та тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн пек пулман*. Вӗсем пирӗн пек пулнӑ пулсан, пирӗнпе пӗрлех юлнӑ пулӗччӗҫ. Анчах та, пурте пирӗн пек пулманни курӑнтӑр тесе, вӗсем тухса кайрӗҫ. 20 Сире Святой хӑй суйласа илнӗ тата эсир пурте чӑнлӑха пӗлетӗр. 21 Эпӗ сирӗн пата эсир чӑнлӑха пӗлменрен мар, эсир чӑнлӑха пӗлсе тӑнӑран тата нимӗнле суя та чӑнлӑхран пулманран ҫыратӑп.
22 Иисуса Христос мар текен ҫын суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пултӑр? Вӑл — анти́христ, вӑл Ашшӗне те, Ывӑлне те йышӑнмасть. 23 Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн Ашшӗ те ҫук, Ывӑлне йышӑнаканӑн вара Ашшӗ пур. 24 Сирӗн пирки калас пулсан, эсир чӑн малтан мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗн чӗререх юлтӑр. Хӑвӑр чӑн малтан мӗн илтни сирӗн чӗрере юлать пулсан, эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те пӗрлӗхре пулатӑр. 25 Вӑл вара пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ.
26 Ҫакна эпӗ хӑшӗ-пӗрисем сире улталама хӑтланнӑран ҫыратӑп. 27 Сире вара Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗпе суйласа илнӗ, ҫав сывлӑш сирӗнтех юлать. Ҫавӑнпа хӑвӑра кам та пулин вӗрентни сире кирлӗ мар. Турӑ сире хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса пӗтӗмпех вӗрентет, вӑл суйласа илни чӑн, суя мар. Вӑл сире вӗрентнӗ пекех, унпа пӗрлӗхре пулӑр. 28 Эппин, ачамсем, вӑл хӑйӗн мухтавне кӑтартнӑ чухне пирӗн хӑюллӑн каламалла пултӑр тесе, вӑл килнӗ* чухне пирӗн намӑсланса унран пытанмалла ан пултӑр тесе унпа пӗрлӗхре пулар. 29 Эсир вӑл тӳрӗ пулнине пӗлетӗр пулсан, тӳрӗ ӗҫсем тӑвакан кирек кам та Турӑран ҫуралнине те пӗлетӗр.
3 Курӑр-ха, Атте пире мӗн тери хытӑ юратать: вӑл пире хӑйӗн ачисем* тет! Эпир чӑнах та унӑн ачисем. Анчах тӗнче пире пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл ӑна пӗлсе ҫитеймерӗ. 2 Юратнӑ тӑванӑмсем, эпир халӗ Туррӑн ачисем. Анчах эпир хамӑр мӗнле пулассине пӗлместпӗр. Вӑл пире хӑйне кӑтартсан, эпир ун евӗрлӗ пулассине ҫеҫ пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл мӗнле иккенне курӑпӑр. 3 Ун ҫине шанакан кирек кам та хӑйне тасатать, мӗншӗн тесен вӑл таса.
4 Ҫылӑх тӑвакан кирек кам та закона пӑсать, мӗншӗн тесен ҫылӑх вӑл — закона пӑсни. 5 Эсир ҫакна та пӗлетӗр: Иисус пире ҫылӑхсенчен хӑтарма килнӗ, унра вара ҫылӑх ҫук. 6 Кам унпа пӗрлӗхре, ҫавӑ ҫылӑх туса пурӑнмасть. Кам вара ҫылӑх туса пурӑнать, ҫавӑ ӑна курман та, пӗлсе те ҫитмен. 7 Ачамсем, никама та хӑвӑра улталама ан парӑр. Кам тӳрӗ ӗҫсем тӑвать, ҫавӑ ун пекех тӳрӗ. 8 Кам ҫылӑх туса пурӑнать, ҫавӑ Шуйттанран*, мӗншӗн тесен Шуйттан чи пуҫламӑшӗнченех* ҫылӑх тӑвать. Турӑ Ывӑлӗ вара Шуйттан ӗҫӗсене тӗп тума килнӗ те.
9 Кам Турӑран ҫуралнӑ, ҫавӑ ҫылӑх туса пурӑнмасть, мӗншӗн тесен унра Туррӑн сывлӑшӗ* пур. Вӑл ҫылӑх туса пурӑнаймасть, мӗншӗн тесен вӑл Турӑран ҫуралнӑ. 10 Турӑ ачисемпе Шуйттан* ачисене ак ҫапла пӗлме пулать: кам тӳрӗ ӗҫсем туса пурӑнмасть, ҫавӑ Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та ҫаплах. 11 Эсир малтанах илтнӗ заповедь ак ҫакӑ: пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла. 12 Пирӗн Ка́ин пек пулмалла мар, вӑл Шуйттанран* пулнӑ тата хӑйӗн тӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӑл ӑна вӗлернӗ? Мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем усал пулнӑ, тӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ.
13 Тӑвансем, тӗнче сире курайманнинчен ан тӗлӗнӗр. 14 Эпир пӗлетпӗр: эпир вилнӗччӗ, халӗ ӗнтӗ чӗрӗ, мӗншӗн тесен эпир тӑвансене юрататпӑр. Кам юратмасть, ҫавӑ вилӗм аллинчех юлать. 15 Хӑйӗн тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫын вӗлерекен. Эсир пӗлетӗр: ҫын вӗлерекенсенчен нихӑшӗ те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймӗ. 16 Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панине пула эпир юрату мӗн иккенне пӗлтӗмӗр. Пирӗн те хамӑр пурнӑҫа тӑвансемшӗн памалла. 17 Кам та пулин ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнать пулсан, анчах тӑванӗ тертленсе пурӑннине курса ӑна хӗрхенмест пулсан, вӑл епле Турра юратма пултартӑр? 18 Ачамсем, пирӗн сӑмахпа е чӗлхепе ҫеҫ юратмалла мар, пирӗн чун-чӗререн юратмалла, юратнине ӗҫпе кӑтартмалла.
19 Ҫапла эпир хамӑр чӑнлӑх майлӑ пулнине пӗлӗпӗр тата хамӑр чӗрене Турӑ пире юратать тесе шантарӑпӑр*. 20 Пирӗн чӗре пире айӑплать пулин те, ҫакна асра тытар: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пӗтӗмпех пӗлет. 21 Юратнӑ тӑванӑмсем, пирӗн чӗре пире айӑпламасть пулсан, эпир Турӑпа хӑрамасӑрах калаҫма пултарӑпӑр. 22 Эпир кирек мӗн ыйтсан та ҫавна унран илетпӗр, мӗншӗн тесен эпир унӑн заповечӗсене тытса тӑратпӑр тата ӑна мӗн кӑмӑллӑ, ҫавна тӑватпӑр. 23 Акӑ унӑн заповечӗ: пирӗн унӑн Ывӑлне*, Иисус Христоса, ӗненмелле тата, вӑл пире хушнӑ пек, пӗр-пӗрне юратмалла. 24 Кам унӑн заповечӗсене тытса тӑрать, ҫавӑ унпа пӗрлӗхре, Турӑ та унпа пӗрлӗхре. Вӑл пире панӑ святой сывлӑша пула эпир вӑл пирӗнпе пӗрлӗхре пулнине пӗлетпӗр.
4 Юратнӑ тӑванӑмсем, Турӑран пек курӑнакан кирек мӗнле вӗрентӗве те* ан ӗненӗр. Тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫак вӗрентӳсем* чӑнах та Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророксем нумайланса кайрӗҫ.
2 Вӗрентӳ Турӑран пулнине ҫапла пӗлме пулать: Иисус Христос ӳтленсе килнине йышӑнакан вӗрентӳ — Турӑран. 3 Иисуса йышӑнман вӗрентӳ вара — Турӑран мар. Ҫакӑ — анти́христ вӗрентӗвӗ. Анти́христӑн вӗрентӗвӗ сарӑласси ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Унӑн вӗрентӗвӗ халӗ тӗнчере.
4 Ачамсем, эсир — Турӑран, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнпе пӗрлӗхре тӑраканни тӗнчепе пӗрлӗхре тӑраканнинчен хӑватлӑрах. 5 Вӗсем — тӗнчерен, ҫавӑнпа вӗсем тӗнче каланине калаҫҫӗ, тӗнче вара вӗсене итлет. 6 Эпир — Турӑран. Кам Турӑ ҫинчен пӗлсе пырать, ҫавӑ пире итлет, кам Турӑран мар, ҫавӑ пире итлемест. Ҫапла эпир чӑн вӗрентӗве суя вӗрентӳрен уйӑрса илетпӗр.
7 Юратнӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юрату — Турӑран. Юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ тата Турра пӗлет. 8 Кам юратмасть, ҫавӑ Турра пӗлсе ҫитмен, мӗншӗн тесен Турӑ вӑл — юрату. 9 Турӑ пире юратнине акӑ мӗнле кӑтартнӑ: Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, пирӗн ун урлӑ пурнӑҫ илмелле пултӑр тесе, тӗнчене янӑ. 10 Ҫак юрату вӑл — эпир Турра юратнинче мар, вӑл пире юратнинче. Юратнӑран вӑл хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан, хӑйӗнпе мирлештерекен парне пек пулма янӑ.
11 Юратнӑ тӑванӑмсем, Турӑ пире ҫапла юратнӑран пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла. 12 Турра никам та нихӑҫан та курман. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр пулсан, Турӑ пирӗнпе тата унӑн юратӑвӗ пирӗнте туллин курӑнса тӑрать. 13 Эпир унпа пӗрлӗхре пулнине тата вӑл пирӗнпе пӗрлӗхре пулнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл пире хӑйӗн сывлӑшне панӑ. 14 Ашшӗ хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ. Эпир ҫавна хамӑрах курнӑ тата ҫавӑн ҫинчен каласа пӗлтеретпӗр. 15 Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнать, Турӑ унпа пӗрлӗхре, вӑл та Турӑпа пӗрлӗхре. 16 Турӑ пире юратнине эпир пӗлтӗмӗр тата ҫавна ӗнентӗмӗр.
Турӑ вӑл — юрату. Кам юратса пурӑнать, ҫавӑ Турӑпа пӗрлӗхре, Турӑ та унпа пӗрлӗхре. 17 Суд кунӗнче пирӗн пӗр хӑрамасӑр каламалла пултӑр тесе юрату пирӗнте туллин курӑнма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере эпир Христос пекех. 18 Хӑрани пире чарса тӑрать. Анчах кам юратать, ҫавӑ хӑрамасть, мӗншӗн тесен туллин юратни хӑранине сирсе ярать. Кам хӑрать, ҫавӑ юратнине туллин кӑтартмасть. 19 Эпир юрататпӑр, мӗншӗн тесен чи малтан вӑл пире юратнӑ.
20 Кам та пулин: «Эпӗ Турра юрататӑп», — тет пулсан, хӑй вара тӑванне кураймасть пулсан, ҫавӑ суеҫӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑй курса тӑракан тӑванне юратмасть, ҫавӑ хӑй курмасӑр тӑракан Турра юратма пултараймасть. 21 Акӑ вӑл пире панӑ заповедь: кам Турра юратать, ҫавӑн хӑйӗн тӑванне те юратмалла.
5 Иисус вӑл Христос пулнине ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ. Кам Аттене юратать, ҫавӑ унӑн ачисене те юратать. 2 Эпир Турӑ ачисене юратнине акӑ мӗнрен пӗлме пултаратпӑр: эпир Турра юрататпӑр пулсан тата унӑн заповечӗсене тытса тӑратпӑр пулсан, эпир вӗсене те юрататпӑр. 3 Турра юратни унӑн заповечӗсене тытса тӑнине пӗлтерет, унӑн заповечӗсене тытса тӑма вара йывӑр мар, 4 мӗншӗн тесен кам Турӑран ҫуралнӑ, ҫавӑ тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтерекенни вара — пирӗн ӗненӳ.
5 Тӗнчене кам ҫӗнтерме пултарать? Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненекенни мар-и? 6 Иисус Христос шывпа юн урлӑ килнӗ. Вӑл шыв урлӑ кӑна мар, шыв урлӑ та, юн урлӑ та килнӗ. Ҫакӑн ҫинчен сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет, мӗншӗн тесен сывлӑш вӑл — чӑнлӑх. 7 Ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем вара виҫҫӗн: 8 сывлӑш, шыв тата юн. Ҫав виҫҫӗшӗ ҫирӗплетсе пӗлтерни пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑрать.
9 Эпир ҫынсем каласа пӗлтернине йышӑнатпӑр, анчах Турӑ каласа пӗлтерни чылай пӗлтерӗшлӗрех. Мӗншӗн тесен ку — Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен хӑй каласа пӗлтерни. 10 Кам Турӑ Ывӑлне ӗненет, ҫавӑ Турӑ каласа пӗлтернине хӑйӗн чӗрине хывнӑ. Кам Турра ӗненмест, ҫавӑ Турра суеҫӗ вырӑнне хурать, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. 11 Турӑ каласа пӗлтерни ак ҫакӑ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ панӑ, ҫак пурнӑҫа эпир унӑн Ывӑлӗ урлӑ илетпӗр. 12 Кам Ывӑлне йышӑнать, ҫавӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур, кам Турӑ Ывӑлне йышӑнмасть, ҫавӑн ҫакӑн пек шанчӑк ҫук.
13 Ҫакна эпӗ сирӗн пата — Турӑ Ывӑлне* ӗненекенсем патне — сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пуррине пӗлтерес тесе ҫырса яратӑп. 14 Турӑран ыйтнӑ чухне эпир ҫакна ҫирӗп ӗненсе тӑратпӑр*: эпир унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн кирек мӗн ыйтсан та, вӑл пире илтет. 15 Эпир кирек мӗн ыйтсан та вӑл пире илтнине пӗлетпӗр пулсан, хамӑр мӗн ыйтнине илессине те пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен эпир унран ыйтрӑмӑр.
16 Кам та пулин хӑйӗн тӑванӗ вилӗм патне илсе пыман ҫылӑх тунине курсан, вӑл уншӑн кӗлтутӑр, Турӑ вара ҫав тӑвана пурнӑҫ парӗ. Ҫакӑ вилӗм патне илсе пыман ҫылӑх тунисемпе ҫыхӑннӑ. Анчах вилӗм патне илсе пыракан ҫылӑх та пур. Ҫакӑн пек ҫылӑх тунӑ ҫыншӑн кӗлтумалла тесе каламастӑп. 17 Кирек мӗнле усал ӗҫ те — ҫылӑх, анчах вилӗм патне илсе пыман ҫылӑх та пур.
18 Эпир пӗлетпӗр: кам Турӑран ҫуралнӑ, ҫавӑ ҫылӑх туса пурӑнмасть. Ӑна Турӑран ҫурални* хӳтӗлесе тӑнӑран Шуйттан* ӑна нимӗн те тӑваймасть. 19 Эпир Турӑран пулнине, пӗтӗм тӗнче вара Шуйттан* аллинче пулнине эпир пӗлетпӗр. 20 Эпир ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те чӑн Турра пӗлмешкӗн пире ӑс пачӗ. Эпир Ывӑлӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, чӑн Турӑпа пӗрлӗхре тӑратпӑр. Вӑл — чӑн Турӑ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ. 21 Ачамсем, хӑвӑра йӗрӗхсенчен сыхлӑр.
Е, тен, «вӑл ыттисене такӑнтармасть».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усала».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усала».
«Анти́христ» тени Христоса хирӗҫ тӑракана пӗлтерет.
Е «пирӗннисем пулман».
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑ ачисем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьяволран».
Урӑхла каласан, вӑл пӗрремӗш хут Турра хирӗҫ кайнӑранпах.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн вӑрлӑхӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».
Е «ӗнентерӗпӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн Ывӑлӗн ятне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кирек мӗнле сывлӑша та».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшсем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑ Ывӑлӗн ятне».
Е «пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур».
Урӑхла каласан, Иисус Христос, Турӑ Ывӑлӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».