ПЁТРӐН
ИККӖМӖШ ҪЫРӐВӖ
1 Си́мон Пётр, Иисус Христосӑн чури тата апостолӗ, — пирӗн Туррӑн тата пире Ҫӑлакан Иисус Христосӑн тӳрӗлӗхне пула хамӑр пекех хаклӑ чӑнлӑха ӗненме пуҫланисене.
2 Турӑ ҫинчен тата Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен тӗп-тӗрӗс пӗлӳ илнине пула виҫесӗр ырӑлӑх, мир* сирӗн тата ытларах пултӑр. 3 Хамӑра хӑйӗн мухтавлӑхӗпе тата ырӑлӑхӗпе чӗнсе илекенӗ ҫинчен эпир тӗп-тӗрӗс пӗлнӗрен Туррӑн хӑвачӗ пире Турра парӑнса пурӑнма мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ*. 4 Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе тата ырӑлӑхӗпе вӑл пире хаклӑ та пысӑк пиллӗхсем пама* сӑмах панӑ. Ҫавна пула эсир тӗнчен ирсӗрлӗхӗнчен — ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмран тухакан ирсӗрлӗхрен — хӑтӑлса Турӑ пекех сывлӑшсем пулса тӑма пултаратӑр.
5 Ҫавӑнпа та пӗтӗм вӑя хурса хӑвӑр ӗненни ҫумне ырӑлӑх хушӑр, ырӑлӑх ҫумне — пӗлӳ, 6 пӗлӳ ҫумне — чарулӑх, чарулӑх ҫумне — чӑтӑмлӑх, чӑтӑмлӑх ҫумне — Турра парӑннине, 7 Турра парӑнни ҫумне — тӑванла юратнине, тӑванла юратни ҫумне пурне те юратнине хушӑр. 8 Сирӗн ҫаксем пур пулсан тата вӗсем хушӑнсах пырсан, эсир ӗҫсӗр лармӑр, хӑвӑра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен калакан тӗп-тӗрӗс пӗлӳпе килӗшӳллӗн тытса нумай ҫимӗҫ парӑр.
9 Камӑн ҫаксем ҫук, вӑл суккӑр, вӑл ҫутӑ курас мар тесе хӑйӗн куҫне хупать*. Хӑйне унчченхи ҫылӑхӗсенчен тасатнине вӑл мансах кайнӑ. 10 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра чӗнсе илнине тата суйласа илнине тивӗҫлӗ тӑрса юлас тесе тата нумайрах вӑй хурӑр. Эсир малалла та ҫакна тума тӑрӑшсан, нихӑҫан та ӗненӳрен пӑрӑнса каймӑр. 11 Вара эсир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрхи Патшалӑхне кӗрсе пысӑк пиллӗх илӗр.
12 Акӑ мӗншӗн эпӗ, эсир ҫакна пӗлетӗр пулин те тата хӑвӑр пӗлекен чӑнлӑхра ҫирӗп тӑратӑр пулин те, ҫакӑн ҫинчен аса илтерсех тӑрӑп. 13 Эпӗ ҫак кӗлеткере* пулнӑ чухне манӑн сире аса илтерсе тӑмаллах тесе шутлатӑп, 14 мӗншӗн тесен кӗҫех хамӑн кӗлеткерен* уйрӑлса каясса пӗлетӗп. Ҫакна мана пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа уҫса пачӗ. 15 Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн ман сӑмахсене аса илмелле пултӑр тесе эпӗ хам мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑп.
16 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан хӑвачӗ ҫинчен тата вӑл килни ҫинчен каланӑ чухне эпир сире ҫынсем шутласа кӑларнӑ халапсене каласа памарӑмӑр, унӑн аслӑлӑхне эпир хамӑр куҫпах куртӑмӑр. 17 Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне мухтав Турри ҫапла каларӗ: «Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп». 18 Тӳперен илтӗннӗ ҫак сӑмахсене эпир сӑваплӑ ту ҫинче унпа пӗрле пулнӑ чухне илтрӗмӗр.
19 Ҫавӑнпа та пророкла каланӑ сӑмахсене пурнӑҫланасса эпир тата хытӑрах шанса тӑратпӑр. Эсир ӑна тӗттӗм вырӑнта, хӑвӑр чӗрере, ҫутатакан ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса тата ӑна тимлесе аван тӑватӑр. Тул ҫутӑлса киличчен тата ирхи ҫӑлтӑр тухиччен ҫапла пулмалла та. 20 Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, Ҫырури пророкла каланӑ сӑмахсенчен нихӑшӗ те — ҫын каланӑ шухӑш мар, 21 мӗншӗн тесен пророкла каланӑ сӑмахсене нихӑҫан та ҫын ирӗкӗпе каламан. Ҫынсем ҫине святой сывлӑш витӗм кӳнӗ*, вара вӗсем Туррӑн хыпарне пӗлтернӗ.
2 Ҫапах та, Израиль ҫыннисем хушшинче суя пророксем пулнӑ пекех, сирӗн хушшӑрта та суя вӗрентекенсем пулӗҫ. Ҫав ҫынсем ӗненӗве аркатакан сектӑсене ыттисем сисмелле мар пуҫарса ярӗҫ, хӑйсене туяннӑ хуҫаран та тунӗҫ, ҫавӑншӑн вӗсене часах пӗтерӗҫ. 2 Нумайӑшӗ вӗсем пек намӑссӑрла хӑтланӗ*, вӗсене пула ҫынсем чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен хурласа калаҫӗҫ. 3 Ҫӑткӑн пулнӑран вӗсем хӑйсемшӗн усӑ илессишӗн сире улталӗҫ. Анчах та вӗсем пирки тахҫанах йышӑннӑ приговора вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртӗҫ, вӗсем пӗтеҫҫех.
4 Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене хӗрхенмен, вӗсем пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫа кӗртиччен сӗм-тӗттӗмре тытмашкӑн вӗсене сӑнчӑрласа* тартара* пӑрахнӑ. 5 Турӑ авалхи тӗнчене те хӗрхенмен, анчах та хӑйне хисеплемен ҫынсемпе тулнӑ тӗнчене шыв илтернӗ чухне Ноя, тӳрӗлӗх ҫинчен пӗлтерекене, тата унпа пӗрле пулнӑ ҫиччӗшне хӑтарнӑ. 6 Вӑл Содомпа Гомо́рра хулисене суд туса вӗсенчен кӗл анчах хӑварнӑ, ҫапла вара Турра хисеплемен ҫынсемпе пуласлӑхра мӗн пулассине кӑтартнӑ. 7 Анчах та тӳрӗ Лота, усал ҫынсем хӑйсене намӑссӑрла тытнине* пула халтан кайнӑскере, вӑл ҫӑлнӑ, 8 мӗншӗн тесен ҫак тӳрӗ ҫын вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне вӗсен усал ӗҫӗсене курса тата вӗсен ӗҫӗсем ҫинчен илтсе кунсерен асапланнӑ. 9 Эппин, Иегова* хӑйне парӑнса пурӑнакансене йывӑрлӑхсенчен мӗнле хӑтармаллине те, тӳрӗ маррисене пӗтермешкӗн суд кунӗ валли мӗнле упрамаллине те пӗлет. 10 Уйрӑмах вӑл ыттисен кӗлеткине ирсӗрлетме тӑрӑшакансене тата влаҫа ним вырӑнне те хуманнисене суд кунӗ валли упрать.
Ҫак суя вӗрентекенсем, чӑрсӑр та кутӑнскерсем*, Турӑ кама мухтава кӑларнӑ, ҫавсене хурлама хӑрамаҫҫӗ. 11 Ангелсем вара, ҫынсенчен чылай вӑйлӑрах тата хӑватлӑрах пулин те, Иеговӑна* хисепленӗрен суя вӗрентекенсене айӑпламаҫҫӗ те, хурламаҫҫӗ те. 12 Ҫавӑн пек ҫынсем — инстинкт тӑрӑх пурӑнакан, тытса вӗлерме ҫуралнӑ ӑссӑр чӗрчунсем пек. Вӗсем хӑйсем ӑнланман япаласем ҫинчен хурласа калаҫаҫҫӗ. Пӗтме илсе каякан ҫул ҫине тӑнӑран вӗсем хӑйсене пӗтмелле тунӑ. 13 Вӗсене хӑйсен усал ӗҫӗсемшӗн наказани парӗҫ.
Вӗсем кун ҫутинчех иртӗхсе пурӑнма юратаҫҫӗ. Вӗсем вараланчӑк пек, кӑлтӑк пек. Вӗсем сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне хӑйсен суя вӗрентӗвӗсем ҫинчен каҫса кайсах каласа параҫҫӗ. 14 Вӗсем ясар куҫлӑ, ҫылӑха хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ тата ӗненӳре ҫирӗп тӑманнисене илӗртсе улталаҫҫӗ. Вӗсен чӗри ҫӑткӑнланма хӑнӑхнӑ. Вӗсем — ылхан ачисем. 15 Вӗсем тӳрӗ ҫула хӑварса айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем Валаамӑн, Вео́р ывӑлӗн, ҫулӗпе кайнӑ. Вӑл усал ӗҫ тунишӗн тӳлев илесшӗн ҫуннӑ, 16 анчах та ӑна хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн питленӗ. Калаҫма пултарайман ашак ами ҫын пек калаҫса пророка ӑссӑрла хӑтланасран чарнӑ.
17 Вӗсем шывсӑр ҫӑлкуҫсем пек тата ҫил-тӑвӑл хӑваласа ҫӳрекен пӗлӗтсем пек. Вӗсене сӗм-тӗттӗмлӗх кӗтет. 18 Вӗсем чӗрене витермелле калаҫаҫҫӗ, анчах вӗсен сӑмахӗсенчен усси ҫук. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма хӗтӗртсе тата намӑссӑрла хӑтланса* вӗсем тӗрӗс мар ӗҫсем туса пурӑннӑ ҫынсем хушшинчен анчахрах уйрӑлса тухнисене илӗртсе улталаҫҫӗ. 19 Ҫав суя вӗрентекенсем вӗсене ирӗклӗ пулатӑр тесе шантарса калаҫҫӗ, хӑйсем вара — ҫылӑх чурисем. Мӗншӗн тесен ҫын хӑйне кам* пӑхӑнтарнӑ, ҫавӑн чури пулать. 20 Енчен те ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа тата Ҫӑлакан ҫинчен, Иисус Христос ҫинчен, тӗп-тӗрӗс пӗлӳ илсе ҫак тӗнчен ирсӗр ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ хыҫҫӑн каллех ҫав ӗҫсем патне таврӑнчӗҫ пулсан тата вӗсене пӑхӑнчӗҫ пулсан, ҫакӑ вӗсемшӗн малтанхинчен те япӑхрах. 21 Тӳрӗлӗх ҫулне тӗп-тӗрӗс пӗлсе ҫитнӗ хыҫҫӑн хӑйсене панӑ сӑваплӑ заповедьрен пӑрӑнса кайнинчен вӗсемшӗн тӳрӗлӗх ҫулне пӗлменни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. 22 Вӗсемпе ваттисен сӑмахӗнче каланӑ пекех пулса тухрӗ: «Йытӑ хӑйӗн хӑсӑкӗ патне таврӑнать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять».
3 Юратнӑ тӑвансем, эпӗ сирӗн пата иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп ӗнтӗ. Ҫак ҫырура эпӗ, пӗрремӗшӗнчи пекех, хӑвӑр мӗн пӗлнине аса илтерсе сире тӗрӗс шухӑшлама ӳкӗтлетӗп. 2 Ҫакӑ сире сӑваплӑ пророксем унчченех каланӑ сӑмахсене, ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн апостолсем каласа панӑ Ҫӳлхуҫан тата Ҫӑлаканӑн заповедьне асра тытма пулӑшӗ. 3 Пуринчен малтан сирӗн ҫакна пӗлсе тӑмалла: юлашки кунсенче хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каякан мӑшкӑлҫӑсем пулӗҫ. 4 Вӗсем ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме сӑмах панӑччӗ, ӑҫта вара вӑл? Пирӗн мӑн асаттесем вилнӗренпех нимӗн те улшӑнмасть, Турӑ ҫынсене тунӑ чухне мӗнле пулнӑ, пӗтӗмпех ҫаплипех юлать».
5 Вӗсем акӑ мӗне шута илесшӗн мар: ӗлӗк-авал тӳпе тата Турӑ сӑмахӗпе шывран курӑнса тӑракан, шыв варринче ҫирӗп тӑракан ҫӗр пулнӑ, 6 тата ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ. 7 Туррӑн сӑмахӗпех ӗнтӗ хальхи тӳпепе ҫӗр Турра хисеплемен ҫынсене суд тӑвас тата пӗтерес кунччен вут-ҫулӑм валли упранаҫҫӗ.
8 Ҫапах та, юратнӑ тӑвансем, ан манӑр: Иеговӑшӑн* пӗр кун — пин ҫул пек, пин ҫул та — пӗр кун пек. 9 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: Иегова* хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫлама васкамасть. Анчах та ку васкаманни мар, вӑл сирӗнпе тӳсӗмлӗ, мӗншӗн тесен вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет. 10 Иеговӑн* кунӗ вӑрӑ пек килӗ. Ҫав кун тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, тӳпепе ҫӗрӗн тӗп пайӗсем вара хӗрсе кайса пӗтӗмпех арканӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинчи ӗҫсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗҫ.
11 Ҫакӑ пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан, сирӗн мӗнлерех ҫынсем пулмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: сирӗн ӗҫсенчен эсир сӑваплӑ пулни тата Турра парӑнса пурӑнни курӑнса тӑмалла. 12 Сирӗн Иеговӑн* кунне* кӗтсе, ӑна асра тытса* ҫапла пурӑнмалла та. Ҫав кун тӳпе вут-ҫулӑмпа пӗтӗ, тӳпепе ҫӗрӗн тӗп пайӗсем вара хӗрсе кайнӑран ирӗлсе кайӗҫ. 13 Анчах та вӑл сӑмах панӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пулать, эпир ҫавна кӗтетпӗр. Унта* тӳрӗлӗх пулӗ.
14 Ҫавӑнпа та, юратнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтнӗ май, юлашкинчен Турӑ умӗнче таса, айӑпсӑр тата мире упракан ҫынсем пулас тесе пӗтӗм вӑя хурӑр. 15 Унсӑр пуҫне, пирӗн Ҫӳлхуҫан тӳсӗмлӗхне ҫӑлӑнӑҫ тесе шутлӑр. Пирӗн юратнӑ Павел тӑван та Турӑ панӑ ӑслӑлӑхпа сирӗн пата ҫакӑн ҫинчен ҫырнӑччӗ. 16 Вӑл ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн пур ҫырӑвӗнче те калать. Ҫапах та унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Вӗренмен*, ӗненӳре ҫирӗп тӑман ҫынсем вӗсене пӑсса ӑнлантараҫҫӗ, Ҫырури ытти вырӑнсемпе те вӗсем ҫавӑн пекех тӑваҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсем пӗтӗҫ.
17 Ҫавӑнпа, юратнӑ тӑвансем, мӗн пулассине пӗлсе, ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑвӑра хӑйсен суйипе улталасран тата тӗрӗс ҫулран пӑрӑнса каясран сыхланӑр. 18 Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхне ытларах та ытларах илес тесе пурӑнӑр тата ун ҫинчен пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗр-ӗмӗрех те мухтав пултӑр. Аминь.
Е «канӑҫлӑх».
Е «парнеленӗ».
Е «парнелеме».
Е, тен, «вӑл ҫывӑхрине ҫеҫ курать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чатӑрта».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чатӑртан».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫынсене святой сывлӑш ертсе пынӑ».
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланӗ». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Е, тен, «шӑтӑка пӑрахса».
Словаре пӑхӑр.
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланнине». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «хӑйсем ҫине ытлашши шанакансем».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланса». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Е «мӗн».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Иеговӑн кунӗ килессе».
Е «чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑртлатса».
Урӑхла каласан, ҫӗнӗ тӳпере тата ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче.
Е «тӗттӗм».