ИАКОВӐН
ҪЫРӐВӖ
1 Туррӑн тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫан чуринчен Иаковран — пӗтӗм тӗнчипе саланнӑ 12 йӑха.
Салам!
2 Тӑванӑмсем, тӗрлӗ йывӑрлӑхпа* тӗл пулсан савӑнӑр. 3 Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: сирӗн ӗненӳ ҫапла тӗрӗсленни сире чӑтӑмлӑ тӑвать. 4 Чӑтӑмлӑха хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерме парӑр, вара эсир пур тӗлӗшрен те пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр пулатӑр.
5 Сирӗнтен кама та пулин ӑслӑлӑх ҫитеймест пулсан, уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр паракан Турӑран ыйттӑр, вара илӗ. 6 Ыйтасса вара ӗненсе, пӗр иккӗленмесӗр ыйттӑр, мӗншӗн тесен кам иккӗленет, ҫавӑ ҫил унталла-кунталла хӑвалакан тинӗс хумӗ евӗрлӗ. 7 Ҫакӑн пек ҫын Иеговӑран* мӗн те пулин илӗп тесе ан та шутлатӑр. 8 Вӑл иккӗленекен ҫын, кирек мӗн тунӑ чухне те хӑйӗн шухӑшне пӗрмай улӑштарать.
9 Чухӑн тӑван хӑйне Турӑ асла кӑларнӑшӑн савӑнтӑр*. 10 Пуянни вара хӑйне кӗҫӗне хума вӗрентнӗшӗн савӑнтӑр, мӗншӗн тесен вӑл хирти чечек пекех пӗтӗ. 11 Хӗвел тухса хӗртме пуҫласан, шӑрӑх ӳсентӑрана типӗтсе ярать те, унӑн чечекӗ тӑкӑнать, вара вӑл хӑйӗн илемне ҫухатать. Пуян ҫынпа та ҫапла пулӗ: пуянлӑхшӑн ҫунса вӑл пӗтӗ.
12 Йывӑрлӑха* чӑтса ирттерекен ҫын телейлӗ, мӗншӗн тесен йывӑрлӑха тӳссе ирттерсен вӑл пурнӑҫа награда пек* илӗ, ӑна Иегова* хӑйне юратакансене пама сӑмах панӑ. 13 Йывӑрлӑх тӳснӗ чухне никам та: «Мана Турӑ тӗрӗслет», — тесе ан калатӑр. Турра усалпа тӗрӗслесе пӑхма ҫук*, вӑл хӑй те усалпа никама та тӗрӗслемест. 14 Анчах та кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне* тӗрӗсленет. 15 Унтан ҫак кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать, тунӑ ҫылӑх вара вилӗм патне илсе ҫитерет.
16 Юратнӑ тӑванӑмсем, ан улталанӑр. 17 Ырӑ та паха* парнесем пурте — ҫӳлтен, вӗсене тӳпери ҫутӑсен Ашшӗ парать, вӑл улшӑнакан ӗмӗлке пек улшӑнмасть. 18 Турӑ пире хӑй тунӑ ҫынсем* хушшинче малтанхи ҫимӗҫсем тӑвас тесе чӑнлӑх сӑмахӗпе ҫуратнӑ, ҫакӑ унӑн ирӗкӗ пулнӑ.
19 Юратнӑ тӑванӑмсем, ҫакна ан манӑр: кашнин итлеме хатӗр пулмалла, сӑмах калама тата тарӑхма васкамалла мар, 20 мӗншӗн тесен тарӑхнӑ ҫын Турӑ умӗнче мӗн тӳрӗ, ҫавна тӑваймасть. 21 Ҫавӑнпа пур тасамарлӑхран та, хӑвӑрта юлнӑ кирек мӗнле усаллӑхран та* хӑтӑлӑр. Туррӑн сӑмахне йӑвашшӑн йышӑнса ӑна хӑвӑр ӑша хывӑр, вӑл сире ҫӑлма пултарать.
22 Тӗрӗс мар шухӑшланипе хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, ӑна пурнӑҫа кӗртекенсем пулӑр. 23 Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах ӑна пурнӑҫа кӗртмен ҫын хӑйне куҫкӗски* ҫинче пӑхса тӑракан ҫын евӗрлӗ: 24 вӑл хӑйӗн ҫине пӑхать те каять, хӑй мӗнлине ҫав самантрах манса каять. 25 Ирӗклӗх патне илсе пыракан пӗр ҫитменлӗхсӗр закон ҫине тимлӗн пӑхса ӑна тытса тӑракан ҫын вара хӑй мӗн илтнине манса каймасть, вӑл ӑна пурнӑҫа кӗртет. Ҫакна тунипе вӑл телейлӗ пулӗ.
26 Кам та пулин Турра пуҫҫапатӑп тесе шутлать пулсан, анчах хӑйӗн чӗлхине чармасть* пулсан, вӑл хӑйне хӑй* улталать, вӑл пуҫҫапни усӑсӑр. 27 Пирӗн Атте Турӑ акӑ мӗнле пуҫҫапнине таса та ирсӗрленмен тесе шутлать: хуйхӑ тӳсекен тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсемшӗн тӑрӑшмалла тата ҫак тӗнчепе вараланмалла мар.
2 Тӑванӑмсем, мӗнле-ха эсир мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненнӗ ҫӗртенех ҫынна камне кура уйӑрма пултаратӑр? 2 Калӑпӑр, сирӗн пухӑва пӳрнисене ылтӑн ҫӗрӗсем тӑхӑннӑ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫын килет тата таса мар тумтир тӑхӑннӑ чухӑн та килет. 3 Эсир чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынна чыс туса: «Ҫакӑнта, лайӑх вырӑна лар-ха», — тетӗр пулсан, чухӑннине вара: «Эсӗ тӑр» е «Ман ура вӗҫне* лар», — тетӗр пулсан, 4 ҫапла тунипе эсир пӗрисене теприсенчен мала хумастӑр-и тата тӗрӗс мар йышӑнусем тӑвакан судьясем пулса тӑмастӑр-и?
5 Юратнӑ тӑванӑмсем, итлӗр-ха: Турӑ ҫак тӗнчери чухӑн ҫынсене ӗненӳпе пуян пулччӑр тесе суйласа илмен-и-ха? Вӗсене вӑл хӑйне юратакансене пама шантарнӑ Патшалӑха еткерлӗхе илччӗр тесе суйласа илнӗ. 6 Эсир вара чухӑнсене ним вырӑнне те хумастӑр. Сире пуянсемех хӗсӗрлемеҫҫӗ-и-ха? Вӗсемех сире суда сӗтӗре-сӗтӗре каймаҫҫӗ-и? 7 Хӑвӑра панӑ чыслӑ ята вӗсемех хурламаҫҫӗ-и? 8 Ҫырура: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат», — тенӗ. Эсир ҫак патша законне тытса тӑратӑр пулсан, лайӑх тӑватӑр. 9 Енчен те эсир ҫынна камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр тата закон умӗнче ӑна пӑснӑшӑн айӑплӑ пулатӑр.
10 Кам та пулин пӗтӗм закона тытса тӑрать пулсан, анчах законри пӗр заповеде те пулин пӑсать пулсан, вӑл пӗтӗм закона пӑсакан пулса тӑрать. 11 Мӗншӗн тесен «Аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала» тесе калаканниех «Ан вӗлер» тесе те каланӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ мӑшӑрна улталамасан та, ҫынна вӗлерсен, закона пӑсакан пулатӑн. 12 Эсир хӑвӑра ирӗклӗх паракан закон тӑрӑх суд тӑвас ҫынсем пек калаҫӑр, хӑвӑра ҫавӑн пек ҫынсем пек тытӑр. 13 Мӗншӗн тесен кам хӗрхенмест, ҫавна суд тунӑ чухне хӗрхенмӗҫ. Хӗрхенни суд тунинчен аслӑрах*.
14 Тӑванӑмсем, кам та пулин ӗненетӗп тет пулсан, анчах ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмасть пулсан, ҫакӑнтан мӗн усси? Ҫапла ӗненни ӑна ҫӑлса хӑварма пултарӗ-и? 15 Тӑвансенчен камӑн та пулин тӑхӑнмалли, кун каҫмалӑх ҫимелли ҫук пулсан, 16 эсир вара: «Лӑпланса каях, ӑшӑн, тӑраниччен ҫи», — тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, ҫакӑнтан мӗн усси? 17 Ӗненӳпе те ҫавнашкалах: ӗҫсемсӗр вӑл вилӗпе пӗрех.
18 Кам та пулин ҫапла калӗ: «Санӑн ӗненӳ пур, манӑн — ӗҫсем. Мана хӑв ӗненнине ӗҫсемсӗр кӑтарт-ха, эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартӑп». 19 Эсӗ пӗр Турӑ кӑна пур тесе ӗненетӗн, ҫапла мар-и? Ку лайӑх. Демонсем те ӗненеҫҫӗ тата хӑраса-чӗтресе тӑраҫҫӗ. 20 Айванскер, ӗненӳ ӗҫсемсӗр ним усӑсӑр пулнине пӗлес килет-и? 21 Пирӗн Авраа́м аттемӗр пирки ӗҫӗсемшӗн — вӑл хӑйӗн ывӑлне Исаака парнене кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫине хунӑ хыҫҫӑн — тӳрӗ тесе каламан-и? 22 Куратӑн-и, вӑл хӑй ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ. Унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗсене пула пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ. 23 Ҫапла вара Ҫырури ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнӑ: «Авраа́м Иеговӑна* ӗненнӗ, ҫавӑншӑн ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ», тата ӑна Иеговӑн* тусӗ тенӗ.
24 Эппин, Турӑ ҫын пирки вӑл ӗненнишӗн ҫеҫ тӳрӗ темест, унӑн ӗҫӗсемшӗн тӳрӗ тет. 25 Аскӑн хӗрарӑм* Раавпа та ҫавнашкалах пулнӑ. Ун пирки унӑн ӗҫӗсемшӗн — вӑл разведчиксене* хӑйӗн килне кӗртсе вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ хыҫҫӑн — тӳрӗ тесе каламан-и? 26 Ҫапла ӗнтӗ, кӗлетке сывлӑшсӑр* вилӗ пулнӑ пекех, ӗненӳ те ӗҫсемсӗр вилӗпе пӗрех.
3 Тӑванӑмсем, сирӗн пурин те вӗрентекенсем пулса тӑмалла мар, мӗншӗн тесен пирӗнтен, вӗрентекенсенчен, суд тунӑ чухне хытӑрах ыйтӗҫ. 2 Эпир пурте час-часах йӑнӑшсем тӑватпӑр*. Кам сӑмахпа йӑнӑшмасть*, ҫавӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, вӑл пӗтӗм кӗлеткине те чарма пултарать. 3 Эпир лашана хамӑра итлеттерес тесе ҫӑварлӑхлатпӑр пулсан, унӑн пӗтӗм кӗлеткине те хамӑра пӑхӑнтаратпӑр. 4 Ҫавӑн пекех карап ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: карапӗ питӗ пысӑк пулсан та, ӑна вӑйлӑ ҫил хӑваласан та, руль тытса пыракан ҫын пӗчӗк рульпе усӑ курсах карапа ӑҫталла ярас тет, ҫавӑнталла ярать.
5 Чӗлхе те ҫавнашкалах — хӑй пӗчӗккӗ пулин те, вӑл шутсӑр мухтанать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: тем пысӑкӑш вӑрмана тивертсе яма пӗчӗк ҫулӑм ҫеҫ кирлӗ. 6 Чӗлхе те вут-ҫулӑм пекех. Кӗлеткен ытти пайӗсемпе танлаштарсан, вӑл усаллӑхпа* тулнӑ, вӑл пӗтӗм кӗлеткене ирсӗрлетет тата ҫын пурнӑҫне пӗтерет*, унӑн вут-ҫулӑмӗ вара гееннӑран* тухать. 7 Тискер чӗрчунсене, вӗҫен кайӑксене, ҫӗлен-калтапа тинӗсри чӗрчунсене пӑхӑнтарма пулать, ҫынсем вӗсене пӑхӑнтараҫҫӗ те. 8 Анчах ҫынсенчен пӗри те чӗлхене пӑхӑнтарма пултараймасть. Ӑна тытса чарма ҫук, вӑл усал, унра вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли. 9 Унпа эпир Иеговӑна*, Аттене, мухтатпӑр, унпах «Турӑ евӗрлӗ тунӑ» ҫынсене ылханатпӑр. 10 Пӗр ҫӑвартанах мухтав сӑмахӗ те, ылхан сӑмахӗ те тухать.
Тӑванӑмсем, апла пулмалла мар. 11 Пӗр ҫӑлкуҫранах тӑварсӑр шыв та, йӳҫӗ шыв та юхать-и? 12 Тӑванӑмсем, инжир йывӑҫӗ ҫинче олива ӳсет-и вара? Виноград авӑрӗ ҫинче инжир ӳсет-и? Ҫавнашкалах тӑварлӑ шыв юхакан ҫӑлкуҫран тӑварсӑр шыв юхаймасть.
13 Сирӗн хушшӑрта ӑслӑ-тӑнлӑ та ӑнланакан ҫын пур-и? Пур пулсан, ҫавна вӑл хӑйне лайӑх тытнипе тата пур ӗҫе те ӑслӑлӑх паракан йӑвашлӑхпа тунипе кӑтарттӑр. 14 Анчах та сирӗн чӗрере ӑмсанасси тата тавлашасси* пур пулсан, хӑвӑр ӑслӑлӑхпа ан мухтанӑр. Ун пек тусан, эсир суйнӑ пулӑттӑр. 15 Ку вӑл — ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх мар, вӑл ҫак тӗнченӗн, хӑйсен кӗлеткин кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякансенӗн*, демонсенӗн ӑслӑлӑхӗ. 16 Мӗншӗн тесен ӑҫта ӑмсанасси тата тавлашасси* пур, ҫавӑнта йӗркесӗрлӗх тата темӗн тӗрлӗ усаллӑх.
17 Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вара чи малтанах таса, унтан мирлӗ, хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑмасть*, пӑхӑнма хатӗр, вӑл питӗ хӗрхенет, нумай ырӑ ҫимӗҫ парать, ҫынна камне кура уйӑрмасть тата вӑл икӗпитлӗ мар. 18 Тӳрӗлӗхе мирлӗ ҫӗрте акаҫҫӗ, вӑл ҫимӗҫне мир тӑвакансене парать.*
4 Мӗне пула эсир вӑрҫӑнатӑр тата хирӗҫетӗр? Хӑвӑр ӑшра кӗрешекен ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма пула мар-и? 2 Эсир ӗмӗтленетӗр, анчах ӗмӗтленнине илейместӗр. Вӗлеретӗр, хапсӑнатӑр, ҫавах илейместӗр. Эсир хирӗҫетӗр, вӑрҫӑнатӑр. Эсир илейместӗр, мӗншӗн тесен ыйтмастӑр. 3 Ыйтсан та илейместӗр, мӗншӗн тесен ырӑ шухӑшпа ыйтмастӑр, хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма ҫырлахтарассишӗн ыйтатӑр.
4 Турра шанчӑклӑ маррисем*, тӗнчепе туслашни сире Туррӑн тӑшманӗсем тунине пӗлместӗр-им? Ҫавӑнпа та кам тӗнченӗн тусӗ пуласшӑн, ҫавӑ Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать. 5 «Сирӗн ӑшри ӑмсанакан кӑмӑл* пӗрмаях темӗскер илесшӗн ҫунать» тесе Ҫырура ахальтен каланӑ тетӗр-и? 6 Анчах Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫакӑн пек кӑмӑлтан вӑйлӑрах. Акӑ мӗншӗн Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ тӑрать, хӑйсене кӗҫӗне хуракансене вара виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартать».
7 Ҫавӑнпа та Турра пӑхӑнӑр, Шуйттана* хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗнтен тарӗ. 8 Турӑпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ. Ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Иккӗленсе тӑракансем, чӗрӗрсене тасатӑр. 9 Кулянӑр, хуйхӑрӑр, макӑрӑр. Кулас вырӑнне хуйхӑрӑр, савӑнас вырӑнне хурланӑр. 10 Иегова* умӗнче хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, вара вӑл сире асла кӑларӗ.
11 Тӑвансем, пӗр-пӗрне айӑплама чарӑнӑр. Кам хӑйӗн тӑванне айӑплать е суд тӑвать, ҫавӑ закона та айӑплать тата суд тӑвать. Эсӗ закона суд тӑватӑн пулсан, закона тытса тӑракан мар, судья пулса тӑратӑн. 12 Закон Паракан та, Судья та пӗрре кӑна, вӑл ҫеҫ ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна суд тума эсӗ кам вара?
13 Хӑшӗ-пӗрисем: «Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та унта ҫулталӑк хушши суту-илӳ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», — теҫҫӗ. Ҫакнашкал калакансем, халӗ ӗнтӗ эсир итлӗр. 14 Эсир ыран хӑвӑрпа мӗн пулассине те пӗлместӗр. Сирӗн пурнӑҫ — пӗр самантлӑха курӑнакан, унтан ҫухалакан тӗтре. 15 Сирӗн ҫапла каламалла: «Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, эпир чӗрӗ пулӑпӑр, ҫавна е кӑна тӑвӑпӑр». 16 Анчах эсир мӑнкӑмӑлланса шутсӑр мухтанатӑр. Ҫакӑн пек мухтанни вӑл пит усал. 17 Ҫапла вара, кам та пулин тӗрӗссине мӗнле тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех ҫапла тумасть пулсан, вӑл ҫылӑх тӑвать.
5 Халӗ ӗнтӗ, пуянсем, эсир итлӗр. Хӑвӑра кӗтекен асапсемшӗн макӑрӑр, уласа йӗрӗр. 2 Сирӗн пуянлӑх ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумтире кӗве ҫисе янӑ. 3 Сирӗн ылтӑнпа кӗмӗл тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх эсир айӑплӑ пулнине кӑтартӗ тата сирӗн кӗлеткене ҫисе ярӗ. Эсир мӗн пухни юлашки кунсенче вут-ҫулӑм пек пулӗ. 4 Эсир хӑвӑр уй-хирте тыр-пул пуҫтаракансене паман тӳлев Турра кӑшкӑрса йӑлӑнать, Иегова* вара, ҫӳлти ҫарсен Пуҫлӑхӗ, выракансем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтрӗ. 5 Эсир хӑвӑр кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайса чаплӑ пурӑнтӑр. Эсир хӑвӑра* пусмалли кун валли самӑрлатса ятӑр. 6 Эсир тӳрӗ ҫынна айӑпласа вӗлертӗр. Вӑл сире хирӗҫ тӑмасть-и вара?
7 Тӑвансем, Ҫӳлхуҫа киличчен* тӳсӗмлӗ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ ҫӗр паха тыр-пул парасса кӗтет, кӗрхи ҫумӑрпа ҫурхи ҫумӑр ҫӑвасса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать. 8 Эсир те тӳсӗмлӗ пулӑр. Ҫирӗп тӑрӑр*, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа килес вӑхӑт ҫывхарчӗ.
9 Тӑвансем, хӑвӑра суд туса ан айӑплаччӑр тесен пӗр-пӗрин пирки ан ӳпкелешӗр*. Судья алӑк умӗнчех тӑрать. 10 Тӑвансем, асапсене чӑтса ирттерес тӗлӗшрен тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова* ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр. 11 Кам асапсене чӑтса ирттернӗ, ҫавсене эпир телейлӗ* тесе шутлатпӑр. Эсир Иовӑн чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ, Иегова* ӑна мӗнле пилленине те пӗлетӗр. Ҫакӑнтан эсир Иегова* ҫепӗҫҫӗн юратакан тата хӗрхенекен Турӑ пулнине куратӑр.
12 Тӑванӑмсем, пуринчен ытла тупа тума пӑрахӑр — тӳпепе е ҫӗрпе, е мӗнпе те пулин урӑххипе тупа ан тӑвӑр. Хӑвӑра суд туса ан айӑплаччӑр тесен, эсир «ҫапла» тени «ҫапла» тениех пултӑр, «ҫук» тени «ҫук» тениех пултӑр.
13 Сирӗнтен кам та пулин йывӑрлӑхсем тӳсет пулсан, кӗлтутӑр. Кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псаломсем юрлатӑр. 14 Кам та пулин чирлӗ пулсан, пуху старейшинисене чӗнтӗр. Вӗсем унӑн пуҫне Иегова* ячӗпе ҫу сӗрсе уншӑн кӗлтуччӑр. 15 Ӗненсе кӗлтуни вара чирлекене* сыватӗ, Иегова* ӑна тӑратӗ. Вӑл ҫылӑх тунӑ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.
16 Ҫавӑнпа та сывалас тесе пӗр-пӗрне хӑвӑрӑн ҫылӑхсем ҫинчен ним пытармасӑр каласа парӑр тата пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни питӗ пулӑшать. 17 Илия́ пирӗн пек ҫынах пулнӑ.* Вӑл ҫумӑр ан ҫутӑр тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ та — ҫав ҫӗрте виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫумӑр ҫуман. 18 Кайран вӑл каллех кӗлтунӑ та — тӳперен ҫумӑр ҫунӑ, вара ҫӗр тыр-пул панӑ.
19 Тӑванӑмсем, сирӗнтен кам та пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, тепри вара ӑна каялла тавӑрсан, 20 пӗлсе тӑрӑр: кам ҫылӑх тӑвакан ҫынна тӗрӗс мар ҫул ҫинчен каялла тавӑрать, ҫавӑ ӑна вилӗмрен хӑтарать тата унӑн нумай ҫылӑхне каҫарттарма пулӑшать.
Е «тӗрӗслевпе».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мухтантӑр».
Е «тӗрӗслеве».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пурнӑҫ пуҫ кӑшӑлне».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «никам та Турра усал тутарттараймасть».
Е «хӑйне илӗртмелли япалапа тытнӑ чухне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ҫитменлӗхсӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑй пултарнисем».
Е, тен, «нумай усаллӑхран».
Е «тӗкӗр».
Е «ҫӑварлӑхламасть».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн чӗрине».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ура валли сак умне».
Е «суд тунине ҫӗнтерет».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «проститутка».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хыпарҫӑсене».
Е «сывламасан».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнатпӑр; ӳкетпӗр».
Е «ҫылӑха кӗмест».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑхпа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тивертсе ярать».
Словаре пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е, тен, «чапшӑн ҫунасси».
Е «выльӑх пек пурӑнакансенӗн».
Е «чапшӑн ҫунасси».
Е «кутӑн мар».
Е, тен, «Мир тӑвакансем тӳрӗлӗх ҫимӗҫне мирлӗ ҫӗрте параҫҫӗ».
Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрне улталакансене пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑш».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗрене».
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗрӗрсене ҫирӗплетӗр».
Е «ан мӑкӑртатӑр». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ассӑн ан сывлӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пиллӗхлӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е, тен, «ывӑнса ҫитнӗскере».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Илия́н туйӑмӗсем пирӗнни пекех пулнӑ».