ЕВРЕЙСЕМ
ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1 Ӗлӗк-авал Турӑ пирӗн мӑн асаттесемпе нумай хутчен тӗрлӗ майпа пророксем урлӑ калаҫнӑ. 2 Ҫак кунсен вӗҫӗнче вара вӑл пирӗнпе Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Турӑ ӑна пурне те еткерлӗхе панӑ тата ҫут тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех* ун урлӑ тунӑ. 3 Вӑл — Турӑ мухтавӗн сӑнарӗ, пур тӗлӗшрен те Турӑ пекех. Вӑл хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе пӗтӗмпех тытса тӑрать. Пире ҫылӑхсенчен тасатса вӑл тӳпере аслӑ Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 4 Вара вӑл ангелсен ятӗнчен чаплӑрах ят илсе вӗсенчен аслӑрах пулса тӑнӑ.
5 Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин хӑҫан та пулин: «Эсӗ — манӑн ывӑлӑм, паян эпӗ санӑн аҫу пулса тӑтӑм», — тесе каланӑ-и? Е тата: «Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл вара манӑн ывӑлӑм пулӗ», — тенӗ-и? 6 Вӑл хӑйӗн Малтан Ҫуралнине каллех ҫӗр ҫине илсе килес вӑхӑт ҫинчен ҫапла калать: «Туррӑн ангелӗсем пурте ӑна пуҫҫапчӑр».
7 Ҫавӑн пекех вӑл ангелсем ҫинчен ҫапла калать: «Вӑл хӑйӗн ангелӗсене хӑватлӑ сывлӑшсем* тӑвать, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑм евӗр тӑвать». 8 Ывӑлӗ ҫинчен вара вӑл ҫапла калать: «Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн престолу, санӑн патша туйи* — тӗрӗслӗх туйи. 9 Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе вара кураймастӑн. Ҫавӑнпа Турӑ, санӑн Турру, сана ытти патшасенчен ытларах савӑнӑҫ ҫӑвӗпе сӗрчӗ». 10 Ҫапла та каланӑ: «Эсӗ, Ҫӳлхуҫа, малтан ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ, тӳпе те — санӑн аллу ӗҫӗ. 11 Вӗсем пӗтӗҫ, эсӗ вара яланах пулӑн. Вӗсем тумтир пек кивелӗҫ, 12 эсӗ вӗсене уртса ямалли тумтире чӗркесе хунӑ пек чӗркесе хурӑн, вӗсене тумтире улӑштарнӑ пек улӑштарӑн. Эсӗ вара нихӑҫан та улшӑнмастӑн, санӑн кун-ҫулу ӗмӗрне те вӗҫленмӗ».
13 Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин хӑҫан та пулин: «Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар», — тесе каланӑ-и? 14 Вӗсем пурте Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан, ҫӑлӑнакансене пулӑшма яракан сывлӑшсем мар-и?
2 Ҫавӑнпа та айккинелле пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн хамӑр мӗн илтни ҫинчен уйрӑмах тӗплӗн шухӑшламалла. 2 Ангелсем урлӑ пӗлтернӗ сӑмаха улӑштарма ҫук пулнӑ пулсан тата закона пӑснӑшӑн е ӑна итлеменшӗн кашнинчех тивӗҫлипе наказани панӑ пулсан, 3 эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫа ним вырӑнне те хумасан наказанирен мӗнле хӑтӑлса юлӑпӑр? Ҫав ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен малтан пирӗн Ҫӳлхуҫа каланӑ, кайран унӑн сӑмахӗсене вӗсене илтнисем пире ҫирӗплетсе пачӗҫ. 4 Турӑ та паллӑсем кӑтартса, тӗлӗнмелле тата хӑватлӑ ӗҫсем туса тата хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн святой сывлӑш парса ҫавна ҫирӗплетсе пачӗ.
5 Эпир каласа паракан пулас ҫӗре вӑл ангелсене пӑхӑнтарман вӗт. 6 Тахҫан пӗр ҫын ҫапла ҫырнӑ: «Ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асра тытатӑн. Мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ уншӑн ҫавах тӑрӑшатӑн. 7 Эсӗ ӑна ангелсенчен кӑшт кӗҫӗнрех тунӑ, ӑна мухтавпа чыс пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартнӑ тата хӑвӑн аллу мӗн тунӑ, ҫавсен хуҫи тунӑ. 8 Эсӗ пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ*». Турӑ пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ чухне ӑна пӑхӑнманни нимӗн те юлман. Анчах та пурне те ӑна пӑхӑнтарнине эпир хальлӗхе курмастпӑр. 9 Эпир ҫакна куратпӑр: ангелсенчен кӑшт кӗҫӗнрех тунӑ Иисуса, вӑл асапланса вилнине пула, халӗ мухтавпа чыс пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартнӑ. Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула вӑл пуриншӗн те вилнӗ пулнӑ.
10 Мӗн пурри пурте — Турӑшӑн, мӗн пурри пурте — Турӑран. Вӑл, хӑйӗн ывӑлӗсене мухтава кӑлармашкӑн, вӗсене ҫӑлӑнӑҫ патне ертсе пыракан Пуҫлӑха асапсем витӗр тухма парса ӑна пӗр ҫитменлӗхсӗр тумалла тесе шутланӑ. 11 Сӑваплӑ тӑваканӑн та, сӑваплӑ пулса тӑракансен те — пӗр атте. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене тӑвансем теме вӑтанмасть. 12 Вӑл калать: «Эпӗ сан яту ҫинчен хамӑн тӑвансене пӗлтерӗп, пухура сана мухтаса юрлӑп». 13 Тата: «Эпӗ ун ҫине шанса тӑрӑп», — тет. Ҫавӑн пекех: «Эпӗ тата Иегова* мана панӑ ачамсем», — тет.
14 Ҫак ачасем ҫынсем* пулнӑран вӑл та ҫын пулса тӑнӑ. Ҫапла вара вӑл, хӑй вилнипе, вилӗм кӳме пултараканнине, урӑхла каласан, Шуйттана*, пӗтерме пултарнӑ 15 тата вилӗмрен хӑранипе ӗмӗр тӑршшӗпех чуралӑхра пулнисене пурне те ирӗке кӑларма пултарнӑ. 16 Вӑл ангелсене мар, Авраамӑн тӑхӑмне пулӑшать. 17 Ҫавӑнпа та Туррӑн ӗҫӗнче хӗрхенекен те шанчӑклӑ чи аслӑ священник пулмашкӑн унӑн пур тӗлӗшрен те хӑйӗн тӑванӗсем пек пулса тӑмалла пулнӑ, ҫапла вӑл халӑх ҫылӑхӗсемшӗн мирлештерекен парне кӳме пултарнӑ. 18 Вӑл хӑй йывӑрлӑхсем* тӳснӗрен йывӑрлӑхсем тӳсекенсене пулӑшма пултарать.
3 Эппин, сӑваплӑ тӑвансем, тӳпене кайма чӗнсе илнисем, кама эпир апостол пек тата чи аслӑ священник пек йышӑннӑ, ҫавӑн ҫинчен, Иисус ҫинчен, шухӑшласа пӑхӑр. 2 Моисей Турӑ ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ чухне шанчӑклӑ пулнӑ пекех, вӑл та хӑйне ҫак ӗҫе шанса панӑ Турра шанчӑклӑ пулнӑ. 3 Анчах Иисус Моисейран та ытларах мухтава тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен ҫурт тӑваканни ҫуртӗнчен ытларах хисепе тивӗҫлӗ. 4 Кирек хӑш ҫурта та кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ. 5 Турӑ ҫуртӗнче Моисей шанчӑклӑ тарҫӑ пек ӗҫлесе тӑнӑ тата вӑл туса тӑнӑ ӗҫ пуласлӑхра мӗн ҫинчен каласа памалла пулнӑ, ҫавна кӑтартса тӑнӑ. 6 Христос вара Туррӑн ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ ывӑл пек пулнӑ. Енчен те эпир хамӑр мухтанакан шанчӑка вӗҫне ҫитичченех упратпӑр пулсан тата ун ҫинчен хӑюллӑн калатпӑр пулсан, Туррӑн ҫурчӗ пулатпӑр.
7 Ҫавӑнпа та святой сывлӑш каланӑ: «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ. Вӑл ҫапла калать: 8 „Пушхирте мана тӗрӗсленӗ кун сирӗн аҫӑрсем мана хытӑ тарӑхтарнӑ чухнехи пек кутӑн ан пулӑр*. 9 Вӗсем унта манӑн ӗҫсене 40 ҫул курса тӑчӗҫ пулин те, мана тӗрӗслерӗҫ. 10 Акӑ мӗншӗн мана ҫав ӑру йӗрӗнтерчӗ, вара эпӗ каларӑм: ‚Вӗсем яланах хӑйсен чӗри хыҫҫӑн каяҫҫӗ, манӑн ҫулсене вӗсем пӗлсе ҫитмерӗҫ‘. 11 Вара тарӑхса кайса эпӗ тупа турӑм: ‚Вӗсем эпӗ канакан вырӑна кӗреймӗҫ‘“».
12 Тӑвансем, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнса кайса усал та ӗненмен чӗреллӗ пулса каясран асӑрханӑр. 13 Улталама пултаракан ҫылӑха пула кутӑн пулса каяс мар тесе «паян» теме май пур чухне кашни кун пӗр-пӗрне хавхалантарӑр. 14 Эпир вӗҫне ҫитичченех малтанхи пек ҫирӗп шанса тӑрсан ҫеҫ Христос илнине илӗпӗр. 15 Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ. Вӑл ҫапла калать: „Сирӗн аҫӑрсем мана хытӑ тарӑхтарнӑ чухнехи пек кутӑн ан пулӑр*“».
16 Турра илтнӗ пулин те, кам ӑна хытӑ тарӑхтарнӑ? Моисей Египетран илсе тухнисем пурте мар-и? 17 Турӑ 40 ҫул хушши камран йӗрӗннӗ? Ҫылӑха кӗрсе пушхирте вилнисенчен мар-и? 18 Эпӗ канакан вырӑна вӗсем кӗреймӗҫ тесе вӑл кама тупа тунӑ? Итлеменнисене мар-и? 19 Куратпӑр ӗнтӗ: вӗсем хӑйсем ӗненменнине пула кӗреймен.
4 Турӑ сӑмах панипе пирӗн халӗ те вӑл канакан вырӑна кӗме май пур, ҫавӑнпа та унта кӗме тивӗҫлӗ пулас тесе сыхӑ тӑрар*. 2 Вӗсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ пекех, пире те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Анчах та хӑйсем мӗн илтни вӗсене усӑ паман, мӗншӗн тесен вӗсем кам итленӗ, ҫавсем ӗненнӗ пек ӗненмен. 3 Эпир вара, ӗненекенсем, вӑл канакан вырӑна кӗретпӗр. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнчен никӗсне хывичченех туса пӗтернӗ пулин те, итлеменнисем пирки вӑл ҫапла каланӑ: «Вара тарӑхса кайса эпӗ тупа турӑм: „Вӗсем эпӗ канакан вырӑна кӗреймӗҫ“». 4 Ҫырура вӑл ҫиччӗмӗш кун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫиччӗмӗш кунне хӑйӗн пур ӗҫӗнчен те канма пуҫланӑ». 5 Тепӗр тӗлте вара: «Вӗсем эпӗ канакан вырӑна кӗреймӗҫ», — тенӗ.
6 Кама ырӑ хыпара малтанах пӗлтернӗ, ҫавсем хӑйсем итлеменнине пула унта кӗреймен. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем унта хальлӗхе кӗме пултараҫҫӗ. 7 Акӑ мӗншӗн нумай вӑхӑт иртсен Турӑ Давид псаломӗнче унччен каланӑ пекех каланӑ: «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ. Вӑл ҫапла калать: „Кутӑн ан пулӑр*“». Ҫапла вара вӑл «паян» тесе тепӗр хут кун палӑртса хурать. 8 Иисус Нави́н вӗсене Турӑ канакан вырӑна илсе ҫитернӗ пулсан, Турӑ каярахпа тепӗр кун ҫинчен каламан пулнӑ пулӗччӗ. 9 Ҫавӑнпа Турӑ халӑхӗшӗн шӑматкунхи кану хальлӗхе юлать. 10 Мӗншӗн тесен кам Турӑ канакан вырӑна кӗрет, ҫавӑ, Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пек, хӑйӗн ӗҫӗсенчен канать.
11 Ҫавӑнпа та, пирӗнтен никамӑн та итлеменнисен ҫулӗпе каймалла ан пултӑр тесе, Турӑ канакан вырӑна кӗмешкӗн пӗтӗм вӑя хурар. 12 Турӑ сӑмахӗ чӗрӗ те хӑватлӑ. Вӑл икӗ енӗ те ҫивӗч кирек мӗнле хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл ҫав тери тарӑн кӗрсе чунпа* сывлӑша*, шӑмӑ сыпписемпе шӑмӑ мимине уйӑрать. Вӑл чӗрери шухӑшсене тата кӑмӑл-туртӑма уҫса пама пултарать. 13 Мӗн пултарни пӗри те Турӑран пытарӑнаймӗ, унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Эпир унӑн умӗнче явап тытӑпӑр.
14 Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ чи аслӑ священник — Туррӑн Ывӑлӗ Иисус — пулнӑран, айтӑр хамӑр ӑна ӗненни ҫинчен малалла та пӗлтерсе тӑрар. 15 Мӗншӗн тесен пирӗн чи аслӑ священник эпир халсӑр пулнине ӑнланать. Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, анчах пӗр ҫылӑх та туман. 16 Эппин, Турӑ пире хӗрхенсе тата виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса кирлӗ вӑхӑтра пире пулӑштӑр тесе, айтӑр виҫесӗр ырӑлӑхӗн престолӗ патне ҫывхарар та пӗр иккӗленмесӗр* Турра кӗлтӑвар.
5 Ҫынсем хушшинчен суйласа лартнӑ кирек мӗнле чи аслӑ священника та ҫынсене усӑ пултӑр тесе Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма суйласа лартаҫҫӗ, вара вӑл Турра ҫылӑхсемшӗн кӳрекен парнесемпе ытти парнесем кӳрсе тӑма пултарать. 2 Пӗлменнипе ҫылӑх тӑвакансене* вӑл хӗрхенме* пултарать, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те халсӑр, 3 ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗсемшӗн кӑна мар, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те парне кӳрсе тӑмалла.
4 Ҫак чыслӑ ӗҫе тума ҫын хӑйне хӑй суйласа лартма пултараймасть. Ӑна, Аарона суйласа лартнӑ пек, Турӑ ҫеҫ суйласа лартма пултарать. 5 Христос та чи аслӑ священник тивӗҫне хӑй тӗллӗн илсе хӑйне хӑй мухтава кӑларман. Ӑна: «Эсӗ — манӑн ывӑлӑм, паян эпӗ санӑн аҫу пулса тӑтӑм», — тесе калаканӗ мухтава кӑларнӑ. 6 Тепӗр тӗлте вӑл ҫапла та каланӑ: «Эсӗ — Мелхиседе́к евӗрлӗ священник, эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулатӑн».
7 Христос ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне хӑйне вилӗмрен ҫӑлма пултаракана кӑшкӑрса, куҫҫульпе йӗрсе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ*, вара Турӑ унӑн кӗллине, вӑл Турӑран хӑранӑран*, илтнӗ. 8 Вӑл унӑн ывӑлӗ пулнӑ пулин те, асапсем витӗр тухса пӑхӑнса тӑма вӗреннӗ. 9 Вӑл пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑма вӗренсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, ӑна пӑхӑнса тӑракансем пурте ӑна пула ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ илме пултараҫҫӗ, 10 мӗншӗн тесен Турӑ ӑна Мелхиседе́к евӗрлӗ чи аслӑ священник пулма суйласа лартнӑ.
11 Эпир ун ҫинчен нумай каланӑ пулӑттӑмӑр, анчах та эсир хӑвӑр мӗн илтнине ӑнланма тӑрӑшман пирки сире ҫавна ӑнлантарса пама йывӑр. 12 Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекенсем пулса тӑма вӑхӑт ҫитнӗ пулин те, сире каллех Туррӑн сӑваплӑ сӑмахӗнчи тӗп чӑнлӑхсене вӗрентмелле. Сире хытӑ ҫимӗҫ мар, каллех сӗт кирлӗ. 13 Кам сӗтпе тӑранса пурӑнать, ҫавӑ тӗрӗссине вӗрентекен Турӑ сӑмахне пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл пӗчӗк ача-ха. 14 Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗнсе ҫитнисем валли, вӗсем хӑйсен ӑс-тӑнне ырӑпа усала уйӑрса илме хӑнӑхтарса ҫитернӗ.
6 Ҫавӑнпа та Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсемпе ҫырлахар мар, ҫитӗнсе ҫитме васкар, каллех тӗп вӗрентӳсене вӗренме пуҫлар мар: ниме тӑман ӗҫсемшӗн ӳкӗнесси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, 2 шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен тата ӗмӗрлӗх суд ҫинчен калакан вӗрентӳсене ҫӗнӗрен вӗренер мар. 3 Вара, Турӑ ирӗк парсан, эпир ҫитӗнсе ҫитӗпӗр.
4 Ҫакӑн пек ҫынсем те пур: вӗсене чӑн ҫутта кӑларнӑ, вӗсем ҫӳлтен парне, святой сывлӑш 5 тата Туррӑн ырӑ сӑмахне илнӗ, ҫавӑн пекех пулас тӗнчен* пиллӗхӗсене курнӑ, 6 ҫапах та кайран вӗсем чӑн вӗрентӳсене сирсе янӑ. Ун пеккисене каллех ӳкӗнтерме май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Туррӑн Ывӑлне тепӗр хут юпа ҫине пӑталаҫҫӗ тата ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл курмалла тӑваҫҫӗ. 7 Ҫынсене ҫӗрпе танлаштарма пулать. Ҫӗр тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленсе, хӑйне сухалакансем валли тыр-пул ӳстерсе Турӑран пиллӗх илет. 8 Йӗплӗ ӳсентӑранпа талпиҫен ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ӑна ылхан кӗтет. Юлашкинчен ӑна ҫунтарса ярӗҫ.
9 Юратнӑ тӑвансем, эпир ҫапла калатпӑр пулин те, сирӗн лару-тӑру лайӑхрах пулни пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен эсир мӗн туни ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать. 10 Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе тата эсир ун ятне юратнине — эсир сӑваплӑ ҫынсене унччен те, халӗ те мӗнле пулӑшса тӑнине — манмӗ. 11 Сирӗнтен кашни малалла та ҫаплах тӑрӑшуллӑ пултӑр тетпӗр. Эсир ҫапла туса тӑрсан, сирӗн шанчӑк вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулӗ. 12 Ан кахалланӑр. Камсем хӑйсем ӗненнине пула тата тӳсӗмлӗ пулнине пула сӑмах панине илеҫҫӗ, ҫавсенчен тӗслӗх илӗр.
13 Турӑ Авраама сӑмах панӑ чухне, хӑйӗнчен аслӑраххи никам та пулманран, хӑйӗнпе тупа тунӑ. 14 Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пиллӗп, санӑн тӑхӑмна йышлӑ тӑвӑп». 15 Ҫапла вара Авраа́м, тӳсӗмлӗн кӗтнӗ хыҫҫӑн, хӑйне ҫавӑн пек сӑмах панине илнӗ. 16 Ҫынсем кампа та пулин аслӑраххипе тупа тӑваҫҫӗ, вара кирек мӗнле тавлашу та вӗҫленет, мӗншӗн тесен ҫапла тупа туни вӗсем мӗн калани тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать. 17 Ҫавнашкалах Турӑ та, хӑй пама шантарнине еткерлӗхе илекенсене хӑйӗн тӗллевӗ улшӑнас ҫуккине уҫӑмлӑрах кӑтартас тенӗ чухне, хӑй панӑ сӑмахне тупа туса ҫирӗплетнӗ. 18 Ҫак улшӑнма пултарайман икӗ япала тӗлӗшӗнчен Турӑ суяс ҫук. Вӗсем пире, Туррӑн хӳттине тарса пытаннисене, хамӑр умри шанчӑка ҫирӗп ярса тытма хавхалантараҫҫӗ. 19 Ҫак пирӗн шанчӑк — чуншӑн* шанчӑклӑ та ҫирӗп якорь пек. Вӑл пире чаршав хыҫне илсе кӗрет. 20 Пирӗнтен маларах унта Иисус, ӗмӗрлӗхех Мелхиседе́к евӗрлӗ чи аслӑ священник пулса тӑнӑскер, кӗнӗ. Вӑл унта пире валли ҫул уҫма тата ҫав ҫула хатӗрлеме кӗнӗ.
7 Ҫав Мелхиседе́к, Сали́м патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ, Авраа́м патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне ӑна хирӗҫ тухнӑ та пилленӗ. 2 Авраа́м вара ӑна пӗтӗм тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. Мелхиседе́кӑн ячӗ «тӳрӗлӗхӗн патши» тенине пӗлтерет, тата вӑл Сали́м патши, урӑхла каласан, «мир* патши». 3 Унӑн ашшӗпе амӑшӗ кам пулни паллӑ мар, унӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен, вӑл хӑҫан ҫуралнипе хӑҫан вилни ҫинчен ниҫта та ҫырса хуман. Ҫак тӗлӗшрен вӑл Туррӑн Ывӑлӗ пекех, вӑл яланлӑхах священник пулса юлать.
4 Шухӑшласа пӑхӑр-ха: вӑл мӗн тери аслӑ пулнӑ — ӑна Авраа́м, йӑх пуҫӗ*, чи лайӑх тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. 5 Закон тӑрӑх, священниксем пулма суйласа лартнӑ Ле́вий ывӑлӗсен халӑхран, урӑхла каласан, хӑйсен тӑванӗсенчен, вӗсем те Авраа́мӑн тӑхӑмӗ пулин те, вуннӑмӗш пайне пуҫтармалла. 6 Ҫав ҫын вара, Ле́вий йӑхӗнчен пулман пулин те, Авраамран вуннӑмӗш пайне илнӗ тата кама Турӑ сӑмах панӑ, ҫавна пилленӗ. 7 Кӗҫӗнреххине аслӑраххи пиллет, кун пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. 8 Вуннӑмӗш пайне илекен левитсем — вилӗмлӗ ҫынсем. Вуннӑмӗш пайне илекен тепӗр ҫын пирки вара Ҫырура чӗрӗ тенӗ. 9 Вуннӑмӗш пайне илсе тӑракан Ле́вий та Авраа́м урлӑ вуннӑмӗш пайне тӳленӗ теме пулать, 10 мӗншӗн тесен Мелхиседе́к Авраама тӗл пулнӑ чухне Ле́вий ҫуралман пулнӑ-ха, вӑл Авраа́мӑн ҫуралас тӑхӑмӗ пулнӑ.
11 Енчен те Ле́вий йӑхӗнчи священниксем ӗҫлесе тӑни пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма май панӑ пулсан (вӗсем священниксем пулса ӗҫлессине халӑха панӑ законра палӑртнӑ), мӗншӗн-ха апла урӑх священник — Ааро́н евӗрли мар, Мелхиседе́к евӗрли — кирлӗ пулнӑ? 12 Священник пулас йӗрке улшӑнать пулсан, закона та улӑштармалла. 13 Эпир кам пирки калаҫатпӑр, ҫавӑ урӑх йӑхран тухнӑ вӗт. Ҫав йӑхран никам та парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑман. 14 Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн Ҫӳлхуҫа Иуда йӑхӗнчен тухнӑ, анчах та Моисей ҫак йӑхран священниксем тухасси пирки нимӗн те каламан.
15 Урӑх священник, Мелхиседе́к евӗрлӗ священник, килсен, ҫакӑ пурте тата уҫӑмлӑрах пулса тӑнӑ. 16 Вӑл закон хушнӑ пек хӑш йӑхран тухнине пула мар, пӗтми пурнӑҫ паракан хӑвата пула священник пулса тӑнӑ. 17 Мӗншӗн тесен ун ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эсӗ — Мелхиседе́к евӗрлӗ священник, эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулатӑн».
18 Эппин, унчченхи заповедь вӑйсӑр та усӑсӑр пулнӑран пӑрахӑҫа тухнӑ. 19 Закон ниме те пӗр ҫитменлӗхсӗр туман, Турӑ пире панӑ лайӑхрах шанчӑк вара пурне те пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ, ҫав шанчӑка пула эпир Турӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр. 20 Иисуса священник пулма суйласа лартнӑ чухне Турӑ тупа тунӑ 21 (священник пулма тупа тумасӑр суйласа лартнӑ ҫынсем те пур, ӑна вара тупа туса священник пулма суйласа лартнӑ. Тупа тӑваканӗ ӑна каланӑ: «Иегова* тупа тунӑ, вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштармӗ*: „Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулатӑн“»), 22 ҫавна пула Иисус малтанхинчен те лайӑхрах килӗшӗве ҫирӗплетсе паракан* пулса тӑнӑ. 23 Унсӑр пуҫне, священниксем ылмашӑнса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вилӗм вӗсене хӑйсен ӗҫне малалла туса тӑма паман. 24 Иисус вара, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран, яланах священник пулӗ. 25 Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урлӑ Турӑпа ҫывӑхланакансене ҫӑлма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл вӗсемшӗн Турӑран ыйтса тӑмашкӑн яланах чӗрӗ.
26 Пире ҫакӑн пек чи аслӑ священник кирлӗ те — чунтан парӑннӑ, усал ӗҫ туман, айӑпа кӗмен, ҫылӑхлӑ ҫынсенчен уйрӑм тӑракан, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ чи аслӑ священник кирлӗ. 27 Ытти чи аслӑ священниксемпе танлаштарсан, унӑн кашни кунах малтан хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парнесем кӳрсе тӑмалла мар. Вӑл хӑйне хӑй парнене кӳрсе ҫакна пӗрре тата яланлӑхах тунӑ. 28 Камсене закон тӑрӑх чи аслӑ священниксем пулма суйласа лартаҫҫӗ, ҫавсен ҫитменлӗхсем пур. Закон панӑ хыҫҫӑн тупа тунипе килӗшӳллӗн вара ӗмӗрлӗхех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ Ывӑла суйласа лартнӑ.
8 Эпир каланӑ сӑмахӑн тӗп шухӑшӗ ҫакӑ: пирӗн шӑп ҫавӑн пек чи аслӑ священник пур, вӑл аслӑ Туррӑн престолӗн сылтӑм енне ларнӑ, 2 вӑл чӑн чатӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче* ӗҫлесе тӑрать. Ҫав чатӑра ҫын мар, Иегова* лартнӑ. 3 Кирек хӑш чи аслӑ священника та пуснӑ парнесемпе ытти парнесем кӳме суйласа лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа Иисусӑн та парне кӳмелле пулнӑ. 4 Вӑл ҫӗр ҫинче пулнӑ пулсан, священник пулман пулӗччӗ, мӗншӗн тесен кунта закон тӑрӑх парне кӳрекен священниксем пур. 5 Вӗсем ӗҫлесе тӑни — тӳперин мӗлки, тӳпери евӗрлӗ. Ҫакӑ Турӑ Моисея чатӑр тума пуҫличчен панӑ хушуран курӑнать, вӑл каланӑ: «Эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ евӗрлӗ ту». 6 Анчах Иисуса чылай пахарах ӗҫ шанса панӑ, мӗншӗн тесен вӑл — малтанхинчен те лайӑхрах килӗшӗве тума пулӑшаканӗ*. Ҫав килӗшӗве сӑмах панипе, малтан сӑмах панинчен те лайӑхраххипе, законлӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
7 Енчен те малтанхи килӗшӳ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулсан, тепӗр килӗшӳ кирлӗ пулман пулӗччӗ. 8 Анчах та вӑл халӑхӑн ҫитменлӗхӗсене курса ҫапла калать: «„Эпӗ Израиль ҫыннисемпе тата Иуда ҫыннисемпе ҫӗнӗ килӗшӳ тӑвас кунсем ҫитеҫҫӗ, — тет Иегова*. — 9 Ку килӗшӳ эпӗ вӗсен мӑн аслашшӗсемпе тунӑ килӗшӳ пек пулмӗ. Эпӗ ҫав килӗшӗве вӗсене алран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне турӑм. Анчах вӗсем ӑна пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсемшӗн тӑрӑшма пӑрахрӑм“, — тет Иегова*.
10 „Акӑ эпӗ ҫав кунсем хыҫҫӑн Израиль ҫыннисемпе тӑвас килӗшӳ, — тет Иегова*. — Эпӗ хамӑн законсене вӗсен ӑс-тӑнне хывӑп, вӗсен чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем вара манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
11 Вӗсенчен никам та хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине*, хӑйӗн тӑванне: ‚Иеговӑна* пӗлӗр!‘ — тесе урӑх вӗрентмӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте — ахаль ҫынсем те, ятлӑ-сумлисем те — мана пӗлӗҫ. 12 Эпӗ вӗсен усал* ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп“».
13 «Ҫӗнӗ килӗшӳ» тенипе вӑл малтанхи кивелнине кӑтартса парать. Кивелни тата юрӑхсӑра тухни вара кӗҫех пӗтӗ.
9 Малтанхи килӗшӗвӗн Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ законсем тата ӑна пуҫҫапмалли ҫӗр ҫинчи чатӑр пулнӑ. 2 Ҫав чатӑрта икӗ пӳлӗм пулнӑ. Малти пӳлӗмре ҫутаткӑҫ, сӗтел тата сӑваплӑ ҫӑкӑр* пулнӑ, ҫав пӳлӗме Сӑваплӑ пӳлӗм тенӗ. 3 Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче вара Сӑваплӑран сӑваплӑ текен пӳлӗм пулнӑ. 4 Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли савӑт тата пӗтӗмпех ылтӑнпа витнӗ килӗшӳ ковчегӗ пулнӑ. Ҫав ковчегра манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫеҫке ҫурнӑ туйи тата Турӑ законӗсене ҫырнӑ чул хӑмасем* пулнӑ. 5 Ковчег ҫинче мухтавлӑ херувимсен кӗлеткисем пулнӑ, вӗсен мӗлки ковчегӑн мирлешӳ хупӑлчи* ҫине ӳкнӗ. Анчах та халӗ ҫаксем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа памалли вӑхӑт мар.
6 Ҫаксене пурне те ҫапла тунӑранпа священниксем кашни кун хӑйсен ӗҫне тӑвас тесе чатӑрӑн малти пӳлӗмне кӗреҫҫӗ. 7 Анчах та тепӗр пӳлӗмне ҫулталӑкра пӗрре чи аслӑ священник ҫеҫ кӗрет. Вӑл унта яланах юнпа кӗрет, ҫав юна хӑйӗншӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн парнене кӳрет. 8 Ҫапла майпа святой сывлӑш акӑ мӗн уҫҫӑн кӑтартса парать: малтанхи чатӑр пулнӑ чухне сӑваплӑ* вырӑна илсе каякан ҫул уҫӑлман пулнӑ-ха. 9 Ҫак чатӑр хальхине сӑнарласа парать. Турра халӗ те пуснӑ парнесемпе ытти парнесем кӳрсе тӑраҫҫӗ, анчах та вӗсем Турра пуҫҫапаканӑн совеҫне пӗтӗмпех тасатма пултараймаҫҫӗ. 10 Вӗсем ҫимеллипе, ӗҫмеллипе тата тасалмалли йӑла-йӗркепе* ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Ҫаксене пурне те закон тума хушнӑ, вӗсем кӗлеткепе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Пӗтӗмпех тӳрлетес вӑхӑт ҫитиччен вӗсене туса тӑмалла пулнӑ.
11 Ҫапах та Христос, пиллӗхсем илсе килекен чи аслӑ священник пек килсен (эпир ҫав пиллӗхсене илтӗмӗр те ӗнтӗ), алӑпа туман, ҫӗр ҫинче лартман аслӑрах та чылай лайӑхрах чатӑра кӗнӗ. 12 Вӑл сӑваплӑ вырӑна качакасемпе ҫамрӑк вӑкӑрсен юнӗпе кӗмен, хӑйӗн юнӗпе кӗнӗ. Ҫакна вӑл пӗрре тата яланлӑхах туса пире ӗмӗрлӗхех хӑтарнӑ*. 13 Енчен те качакасемпе вӑкӑрсен юнне сирпӗтни тата ӗнен кӗлне сапни ирсӗрленнисене сӑваплӑ тӑвать пулсан тата вӗсене Турӑ умӗнче таса тӑвать пулсан, 14 Христосӑн юнӗ — ӗмӗрлӗх сывлӑш витӗм кӳнипе хӑйне Турра пӗр кӑлтӑксӑр парне пек кӳнӗскерӗн юнӗ — мӗн тери хӑватлӑ! Унӑн юнӗ пирӗн совеҫе усӑсӑр* ӗҫсенчен тасатать, ҫавна пула эпир чӗрӗ Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр.
15 Акӑ мӗншӗн вӑл — ҫӗнӗ килӗшӗве тума пулӑшакан*. Вӑл ҫав килӗшӗве тума пулӑшакан пулса тӑнине пула, чӗнсе илнисене ӗмӗрлӗх еткер илесси пирки сӑмах пама пултарнӑ. Ҫакӑ пурте вӑл вӗсене хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илсе малтанхи килӗшӳ пулнӑ чухне тунӑ ҫылӑхӗсенчен ирӗке кӑларнине пула пулма пултарнӑ. 16 Килӗшӳ тӑваҫҫӗ пулсан, килӗшӳ тӑвакан ҫыннӑн вилмелле, 17 мӗншӗн тесен вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ килӗшӳ вӑя кӗрет. Килӗшӳ тӑвакан ҫын чӗрӗ пулнӑ чухне вара килӗшӳ вӑя кӗмен пулать. 18 Ҫавӑнпа малтанхи килӗшӗве те юн тӑкмасӑр вӑя кӗртмен. 19 Моисей, законри пӗтӗм заповеде халӑха пӗлтерсен, качакасемпе ҫамрӑк вӑкӑрсен юнне, шыв, хӗрлӗ ҫӑм тата иссо́п* илнӗ те килӗшӳ кӗнеки* ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе 20 каланӑ: «Ҫакӑ килӗшӗвӗн юнӗ, Турӑ сире ҫав килӗшӗве тытса тӑма хушнӑ». 21 Ҫавӑн пекех вӑл чатӑр ҫине тата Турра пуҫҫапнӑ чухне усӑ куракан пур савӑт ҫине те юн сирпӗтнӗ. 22 Закон тӑрӑх пурте тенӗ пекех юнпа тасалать, юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть.
23 Ҫавӑнпа та тӳперине сӑнарласа параканнин выльӑхсен юнӗпе тасалмалла пулнӑ, тӳпери валли вара тата лайӑхрах парнесем кирлӗ. 24 Мӗншӗн тесен Христос алӑпа тунӑ сӑваплӑ вырӑна, чӑнни евӗрлӗ тунӑ вырӑна, кӗмен, вӑл пирӗншӗн Турӑ умне тӑрас тесе тӳпенех кӗнӗ. 25 Чи аслӑ священник сӑваплӑ вырӑна ҫулран-ҫул хӑйӗн юнӗпе мар, выльӑх юнӗпе кӗрет. Анчах та Христосӑн хӑйне нумай хутчен парнене кӳмелле мар. 26 Унсӑрӑн унӑн тӗнчен никӗсне хывнӑранпах нумай хутчен асап тӳсмелле пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та халӗ, ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗнче*, вӑл хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре анчах килнӗ. 27 Ҫынсем пӗрре анчах вилеҫҫӗ, кайран вара вӗсене суд кӗтет. 28 Ҫавнашкалах Христос та нумайӑшӗн ҫылӑхне илсе каяс тесе хӑйне пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне вӑл ҫылӑха пӗтерме килмӗ. Ҫӑлӑнас тесе ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтекеннисем ун чухне ӑна курӗҫ.
10 Закон вӑл пулас пиллӗхсен мӗлки ҫеҫ, пиллӗхсем хӑйсем мар. Ҫавӑнпа та вӑл* ҫулран-ҫул кӳрсе тӑракан пӗр парнесемпех Турра пуҫҫапакансене пӗр ҫитменлӗхсӗр тума пултараймасть. 2 Урӑхла пулнӑ пулсан, малалла та парнесем кӳни кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ-и? Турра пуҫҫапакансем пӗрре тасалсан, хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн хӑйсене тек айӑплӑ туйман пулнӑ пулӗччӗҫ. 3 Анчах та ҫак парнесем ҫулран-ҫул ҫынсене хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен аса илтерсе тӑраҫҫӗ, 4 мӗншӗн тесен вӑкӑрсемпе качакасен юнӗ ҫылӑхсенчен хӑтарма пултараймасть.
5 Ҫавӑнпа та тӗнчене килсе вӑл ҫапла калать: «„Пусса кӳрекен парнесемпе ытти парнесене эсӗ кӑмӑл тумарӑн, анчах та эсӗ ман валли кӗлетке хатӗрлерӗн. 6 Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесем те, ҫылӑхсемшӗн кӳрекен парнесем те сана юрӑхлӑ пулмарӗҫ“. 7 Вара эпӗ каларӑм: „Турӑҫӑм, акӑ эпӗ (ман ҫинчен чӗркемре ҫырнӑ пулнӑ), эпӗ санӑн ирӗкне тума килтӗм“». 8 Малтан вӑл ҫапла каланӑ: «Пусса кӳрекен парнесене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене те, ҫылӑхсемшӗн кӳрекен парнесене те, ытти парнесене те эсӗ кӑмӑл тумарӑн, вӗсем сана юрӑхлӑ пулмарӗҫ». (Ҫак парнесем — закон тӑрӑх кӳрекен парнесем.) 9 Унтан вӑл ҫапла калать: «Эпӗ санӑн ирӗкне тума килтӗм». Вӑл кайранхине пуҫарса ярас тесе малтанхине пӑрахӑҫа кӑларать. 10 Ҫав «ирӗк» тӑрӑх, Иисус Христос хӑйӗн кӗлеткине пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнине пула пире сӑваплӑ тунӑ.
11 Кашни священник хӑйӗн ӗҫне тӑвас тесе кунсерен хӑйӗн вырӑнне тӑрать. Вӑл нумай хутчен пӗр парнесенех кӳрсе тӑрать, анчах та ҫав парнесем ҫылӑхсенчен пӗтӗмпех хӑтараймаҫҫӗ. 12 Христос вара пӗрре парне кӳнӗ, ҫав парне ҫылӑхсенчен яланлӑхах хӑтарать. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 13 Унтанпа вӑл хӑйӗн тӑшманӗсене хӑй ури айне тӑвасса кӗтет. 14 Пӗрре парне кӳнипе вӑл сӑваплӑ тунисене яланлӑхах пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ. 15 Святой сывлӑш та пире ҫакӑн ҫинчен шантарса ҫапла калать: 16 «„Акӑ эпӗ ҫав кунсем хыҫҫӑн вӗсемпе тӑвас килӗшӳ, — тет Иегова*. — Эпӗ хамӑн законсене вӗсен чӗрине хывӑп, вӗсен ӑс-тӑннех ҫырса хурӑп“». 17 Унтан вӑл ҫапла калать: «Эпӗ вӗсен ҫылӑхӗсене, вӗсен усал ӗҫӗсене урӑх аса илмӗп». 18 Ҫылӑхсене каҫарнӑ пулсан, эппин, ҫылӑхсемшӗн парне урӑх кӳмелле мар.
19 Тӑвансем, Иисусӑн юнне пула эпир сӑваплӑ* вырӑна унта илсе каякан ҫулпа пӗр хӑрамасӑр* кӗме пултаратпӑр. 20 Ҫав ҫула вӑл пире чаршав витӗр кӗрсен уҫса пачӗ, чаршавӗ — унӑн кӗлетки. Ҫак ҫӗнӗ ҫул вара пурнӑҫ патне илсе пырать. 21 Ҫавӑн пекех пирӗн Турӑ ҫуртне пӑхса тӑма лартнӑ чаплӑ священник пур. 22 Ҫавӑнпа та айтӑр, хамӑрӑн чӗрене тата таса мар совеҫе тасатса*, кӗлеткене таса шывпа ҫуса, Турӑшӑн таса чӗрепе тата ӑна ҫирӗп ӗненсе ӗҫлесе тӑрар. 23 Айтӑр хамӑр шанчӑк ҫинчен пӗр иккӗленмесӗр пӗрмаях пӗлтерсе тӑрар, мӗншӗн тесен сӑмах параканӗ шанчӑклӑ. 24 Юратма тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарас тесе айтӑр пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар*. 25 Хӑшӗ-пӗрисен йӑлана кӗнӗ пек, хамӑр тӗлпулусене сиктерер мар, ун вырӑнне, пӗр-пӗрне хавхалантарар. Ҫав кун ҫывхарса килнине курса ҫаксем тӗлӗшӗнчен тата тӑрӑшуллӑрах пулар.
26 Енчен те чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлнӗ хыҫҫӑн эпир пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн памалли урӑх парне ҫук вара. 27 Пирӗн хӑраса суда кӗтмелли тата Туррӑн вут-ҫулӑм пек ҫунакан, ӑна хирӗҫ тӑракансене тӗп тӑвакан ҫиллине кӗтмелли ҫеҫ юлать. 28 Моисей законне ним вырӑнне те хуман ҫынна икӗ е виҫӗ свидетель каласа кӑтартнипе вӗлереҫҫӗ, ӑна хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ. 29 Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Туррӑн Ывӑлне ним вырӑнне те хуман*, хӑйне сӑваплӑ тунӑ килӗшӳ юнне ахаль япала вырӑнне хунӑ тата виҫесӗр ырӑлӑхӑн сывлӑшне хурланӑ ҫын тата хаяртарах наказание тивӗҫлӗ мар-и? 30 «Тавӑрасси — манӑн ӗҫ, эпӗ тавӑрӑп», — тесе калакана эпир пӗлетпӗр. Тата ҫапла та каланӑ: «Иегова* хӑйӗн халӑхне суд тӑвӗ». 31 Чӗрӗ Туррӑн аллине лекме мӗнле хӑрушӑ!
32 Унчченхи кунсене аса илӗр-ха: эсир Туррӑн ҫутине курнӑ хыҫҫӑн асапсем тӳссе хаяр кӗрешӗве чӑтса ирттертӗр. 33 Хушӑран сире пурин умӗнче те* хӑртрӗҫ, хӗн кӑтартрӗҫ. Хушӑран вара эсир ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене тӳсекенсемпе пӗрле пултӑр*. 34 Тӗрмере ларакансене эсир хӗрхентӗр, хӑвӑрӑн пурлӑха туртса илнӗ чухне, сирӗн лайӑхрах та пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмарӑр.
35 Ҫавӑнпа малалла та хӑюллӑ пулӑр*, вара сире пысӑк награда пулӗ. 36 Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе хӑвӑра пама шантарнине илмешкӗн сире чӑтӑмлӑх кирлӗ. 37 Мӗншӗн тесен тата «кӑштах ҫеҫ», вара «килекенни килӗ, тӑхтаса тӑмӗ». 38 «Манӑн тӳрӗ ҫыннӑм ӗненнине пула пурӑнӗ», анчах та «вӑл каялла чаксан, эпӗ унпа кӑмӑллӑ пулмӑп». 39 Эпир вара — каялла чакса пӗтекенсем мар, эпир — ӗненсе хамӑр пурнӑҫа упраса хӑваракансем.
11 Ӗненни вӑл — хамӑр шанчӑк пурнӑҫланасси пирки пӗртте иккӗленменни, куҫа курӑнманни чӑннипех пуррине уҫҫӑн ҫирӗплетсе пани. 2 Турӑ ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсене*, вӗсем ӗненнине кура, хӑй ырланине кӑтартнӑ*.
3 Ӗненнине пула эпир ҫакна ӑнланатпӑр: тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те пурте* Турӑ сӑмахӗпе йӗркеленсе кайнӑ, ҫапла майпа курӑнманнинчен курӑнаканни пулса кайнӑ.
4 Ӗненнине пула А́вель Турра Каинран пахарах парне кӳнӗ. Ӗненнине кура Турӑ ӑна ун пирки тӳрӗ ҫын тесе шутланине кӑтартнӑ*. Турӑ ҫавна унӑн парнисене йышӑннипе* кӑтартнӑ. А́вель вилнӗ пулин те, ӗненнине пула вӑл халӗ те калаҫать.
5 Ӗненнине пула Еноха, вӑл вилӗм ан куртӑр тесе, куҫарнӑ пулнӑ. Ӑна ниҫта та тупма май пулман, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ илнӗ пулнӑ. Анчах та куҫариччен Турӑ ӑна хӑй кӑмӑлланине кӑтартнӑ*. 6 Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук, мӗншӗн тесен кам Турӑпа ҫывӑхланасшӑн, ҫавӑн Турӑ пуррине тата вӑл хӑйне тӑрӑшса шыракансене награда парассине ӗненмелле.
7 Ӗненнине пула Ной, хӑйне Турӑ мӗн пуласси ҫинчен — ҫавӑ курӑнман чухнех — асӑрхаттарсан, Турра итленӗ те* хӑйӗн ҫемйине ҫӑлмашкӑн ковчег тунӑ. Ӗненнипе вӑл тӗнчене айӑпланӑ, тата ӗненнӗшӗн Турӑ ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ.
8 Ӗненнине пула Авраа́м, Турӑ ӑна еткерлӗхе парас ҫӗре тухса кайма каласан, Турра итленӗ. Вӑл хӑй ӑҫта каяссине пӗлмесӗрех кайнӑ. 9 Ӗненнине пула вӑл хӑйне пама шантарнӑ ҫӗрте ют ҫын пек пурӑннӑ. Вӑл Исаакпа тата Иаковпа пӗрле чатӑрсенче пурӑннӑ, Турӑ вӗсене те ҫав ҫӗре пама сӑмах панӑ. 10 Авраа́м ҫирӗп никӗслӗ хулана кӗтсе пурӑннӑ, ҫав хулан архитекторӗ тата ӑна туса лартаканӗ — Турӑ.
11 Ӗненнине пула Сарра та, хӑй ватӑ пулнӑ пулин те, йывӑр ҫын пулса тӑнӑ*. Вӑл хӑйне сӑмах параканӗ шанчӑклӑ пулнине ӗненнӗ. 12 Ҫавӑнпа та пӗр ҫынран, Авраамран, вилнӗпе пӗрех пулнӑскертен, тӳпери ҫӑлтӑр пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек нумай ача ҫуралнӑ.
13 Хӑйсене пама шантарнине илмен пулин те, вӗсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Вӗсем хӑйсене пама шантарнине аякран курса тӑрса савӑннӑ тата хӑйсем пирки эпир ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем, ҫак ҫӗрте вӑхӑтлӑха пурӑнатпӑр тенӗ. 14 Ҫапла калакансем хӑйсен килӗ пулса тӑрас вырӑнта пуласшӑн пулнине кӑтартаҫҫӗ. 15 Вӗсем хӑйсем хӑварнӑ вырӑн ҫинчен пӗрмаях шутласа ҫӳренӗ пулсан, каялла таврӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ. 16 Анчах та вӗсем лайӑхрах вырӑналла, тӳперипе ҫыхӑннӑ вырӑналла, туртӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсем хӑйне пирӗн Турӑ тесе чӗннинчен вӑтанмасть*, вӑл вӗсем валли хула та хатӗрлесе хунӑ.
17 Ӗненнине пула Авраа́м, хӑйне Турӑ тӗрӗсленӗ чухне, Исаака парнене кӳнӗ теме пулать. Хӑйне Турӑ сӑмах панишӗн савӑннӑскер, вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне парнене кӳме хатӗр пулнӑ. 18 Турӑ ӑна: «Санӑн пулас тӑхӑму Исаакран тухӗ», — тенӗ пулин те, вӑл ҫавна тума хатӗр пулнӑ. 19 Авраа́м хӑйӗн ывӑлне Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарасса ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл ывӑлне вилӗм аллинчен каялла илнӗ теме пулать. Ҫакӑ пуласлӑхра мӗн пулассине кӑтартса панӑ.
20 Ӗненнине пула Исаа́к Иаковпа Исава пуласлӑхра мӗн пулассине каласа парса вӗсене пилленӗ.
21 Ӗненнине пула Иаков вилес умӗн Иосифӑн кашни ывӑлне пилленӗ, унтан вӑл хӑйӗн туйи ҫине тайӑнса Турра пуҫҫапнӑ.
22 Ӗненнине пула Иосиф вилес умӗн Израиль халӑхӗ Египетран тухӗ тенӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене хӑйӗн шӑммисене унтан илсе тухма* хушса хӑварнӑ.
23 Ӗненнине пула Моисейӑн ашшӗ-амӑшӗ вӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн ӑна виҫӗ уйӑх хушши пытарса усранӑ, мӗншӗн тесен ача илемлине курнӑ. Вӗсем патша хушӑвӗнчен те хӑраман. 24 Ӗненнине пула Моисей ӳссе ҫитӗнсен хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ. 25 Ҫылӑхпа вӑхӑтлӑха савӑнса-киленсе пурӑниччен вӑл Туррӑн халӑхӗпе пӗрле асап тӳсес* тенӗ. 26 Мӗншӗн тесен вӑл Турӑ суйласа илнийӗ* пек тӳсекен мӑшкӑл Египет пуянлӑхӗнчен пахарах тесе шутланӑ, вӑл награда илессе чун-чӗререн кӗтнӗ. 27 Ӗненнине пула вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑрах Египетран тухса кайнӑ. Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл чӑтӑмлӑ пулнӑ. 28 Ӗненнине пула вӑл, Туррӑн ангелӗ Израиль халӑхӗн малтан ҫуралнисене ан вӗлертӗр тесе, Пасхӑна паллӑ тунӑ та алӑк янахӗсене юнпа сирпӗтсе тухнӑ.
29 Ӗненнине пула вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ. Египет ҫыннисем вара вӗсем пекех каҫма хӑтлансан путса вилнӗ.
30 Ӗненнине пула Иерихо́н хӳмисем, Израиль ҫыннисем ҫичӗ кун хушши вӗсем тавра утса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн, ишӗлсе аннӑ. 31 Ӗненнине пула Раа́в ятлӑ аскӑн хӗрарӑм* Турра итлемен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен, мӗншӗн тесен вӑл разведчиксене ырӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ.
32 Тата мӗн калам? Гедео́н, Вара́к, Самсон, Иеффа́й, Давид ҫинчен тата Самуилпа ытти пророксем ҫинчен каласа памашкӑн мана вӑхӑт та ҫитеймӗ. 33 Ӗненнине пула вӗсем патшасене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхшӗн тӑрӑшнӑ, Турӑ вӗсене сӑмах панӑ, вӗсем арӑслансен ҫӑварне хупнӑ, 34 ҫунакан вутра ҫунса кайман, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ, вӑйсӑррисенчен вӑйлисем пулса тӑнӑ, вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, тӑшмансене хӑваласа янӑ. 35 Хӗрарӑмсене вӗсен вилнӗ тӑван-хурӑнташӗсене чӗртсе тӑратса тавӑрса панӑ. Теприсене вара асаплантарса вӗлернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем чӗрӗлсе тӑрса лайӑхрах пурнӑҫ илес тесе хӑйсене сӗннӗ ирӗклӗхе йышӑнман*. 36 Тата теприсем урӑх йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ: вӗсенчен мӑшкӑлласа кулнӑ, вӗсене чӗн пушӑпа хӗненӗ, ҫитменнине тата сӑнчӑрланӑ, тӗрмене хупнӑ. 37 Вӗсене чулпа пере-пере пӗтернӗ, вӗсен ӗненӗвне тӗрӗсленӗ, вӗсене пӑчкӑпа касса татнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ, вӗсем сурӑх тата качака тирӗсене тӑхӑнса ҫӳренӗ, ҫити-ҫитми пурнӑҫпа пурӑннӑ, хӗн-асап курнӑ тата хӑйсемпе япӑх тытнине тӳснӗ. 38 Тӗнче вӗсене тивӗҫлӗ пулман. Вӗсен пушхирсенче, тусем ҫинче ҫӳреме тивнӗ, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса ҫӳремелле пулнӑ.
39 Ӗненнӗшӗн Турӑ вӗсене хӑй ырланине кӑтартнӑ* пулин те, вӗсенчен нихӑшӗ те вӑл панӑ сӑмах пурнӑҫланнине курман. 40 Мӗншӗн тесен Турӑ, вӗсем пирӗнсӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса ан тӑччӑр тесе, пире темскер лайӑхраххине пама шутласа хунӑ.
12 Эппин, пирӗн тавра свидетельсен ушкӑнӗ пысӑк пӗлӗт пек пулнӑран, айтӑр кирек мӗнле ҫӗклеме те, пире ҫӑмӑллӑнах тӑлласа илекен ҫылӑха та хамӑр ҫинчен илсе пӑрахар, хамӑр умри чупмалли ҫулпа* чӑтӑмлӑн чупар. 2 Хамӑр ӗненӗвӗн Пуҫлӑхӗ ҫине, ӗненӗве пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑвакан Иисус ҫине, куҫ илмесӗр пӑхса чупар. Хӑйне кӗтекен савӑнӑҫшӑн вӑл, намӑс курасран хӑрамасӑр, чӑтӑмлӑ пулса юпа ҫинче асапланса вилнӗ. Унтан вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ*. 3 Эппин, халтан кайса парӑнас мар* тесе Иисус ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсене хӑйсем сиен кӳрсе хӑртнине чӑтса ирттернӗ.
4 Ҫылӑхпа эсир юн тӑкичченех кӗрешмен-ха. 5 Унсӑр пуҫне, Турӑ сире хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса ӳкӗтлесе каланӑ ҫак сӑмахсене эсир мансах кайрӑр: «Ывӑлӑм, Иегова* ӑса вӗрентни* кирлех мар тесе ан шутла, вӑл сана тӳрлетнӗ чухне ална та ан ус, 6 мӗншӗн тесен Иегова* кама юратать, ҫавна ӑса вӗрентет. Вӑл кама хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хурать, ҫавна наказани те парать*».
7 Асапсем тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ сире ӑса вӗрентмелли майсенчен пӗри пулать. Турӑ сире хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурать. Ашшӗ ӑса вӗрентмен ывӑл пур-и вара? 8 Анчах та Турӑ сире ӑса вӗрентмест пулсан, эсир — тӑван ывӑлсем мар, ют ывӑлсем. 9 Аттесем пире ӑса вӗрентнӗ, эпир вара вӗсене хисепленӗ. Апла, пурӑнас тесен, хӑйӗн святой сывлӑшӗпе пирӗн пурнӑҫа ертсе пыракан Аттене пирӗн тата ытларах пӑхӑнса тӑмалла мар-и? 10 Вӗсем пире кӗске вӑхӑт хушши хӑйсем мӗнле тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫапла ӑса вӗрентнӗ. Турӑ вара пире хамӑра усӑ пултӑр тесе ӑса вӗрентет, вӑл ҫавна пирӗн хӑйӗн пекех сӑваплӑ пулмалла пултӑр тесе тӑвать. 11 Чӑнах та, пире ӑса вӗрентнӗ чухне ҫакӑ пире савӑнтармасть, кулянтарать*. Анчах та эпир ӑса вӗренме хатӗр пулсан, вӑл пире ҫимӗҫ — тӳрӗлӗхпе мир* — парать.
12 Ҫавӑнпа та усӑннӑ алӑсене, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫисене ҫирӗплетӗр. 13 Уксахлакан урана мӑкӑлтас марччӗ* тесе, вӑл сиплентӗрччӗ тесе малалла та тӳрӗ ҫулпа пырӑр. 14 Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, сӑваплӑ пулма тӑрӑшӑр. Сӑваплӑ пулмасан никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ. 15 Астӑвӑр, сирӗнтен никам та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗсӗр тӑрса ан юлтӑр, тата сиен кӳрекен, нумайӑшне ирсӗрлетекен наркӑмӑшлӑ тымар сирӗн хушшӑрта хунав ан кӑлартӑр. 16 Асӑрханӑр, сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫынсем* е Иса́в пек сӑваплине хакламан ҫынсем ан пулччӑр. Вӑл малтанхи ывӑл илекен пиллӗхсене пӗр чашӑк апатпа улӑштарнӑ. 17 Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, каярахпа Иса́в пиллӗх илесшӗн пулнӑ чухне ӑна пиллемен. Вӑл куҫҫульпе йӑлӑнса ашшӗн шухӑшне улӑштарасшӑн пулнӑ пулин те, ҫакӑ ӑна пулӑшман.
18 Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшакан ту патне — сӗртӗнме май пурри патне — ҫывхармарӑр, эсир хура пӗлӗт патне, сӗм-тӗттӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне, 19 труба сасси патне, тӳперен калаҫакан сасӑ патне те ҫывхармарӑр. Ҫав сасса илтсен ҫынсем вӑл вӗсене урӑх нимӗн те ан калатӑр тесе йӑлӑннӑ. 20 Мӗншӗн тесен вӗсене «Ту ҫине выльӑх урипе пуссан та ӑна чулпа персе вӗлермелле» тесе хушни хӑратса ӳкернӗ. 21 Ҫакӑ пурте ҫав тери хӑрушӑ пулнӑран Моисей: «Эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп», — тенӗ. 22 Анчах та эсир Сио́н тӑвӗ патне тата чӗрӗ Туррӑн хули патне, урӑхла каласан, тӳпери Иерусалим патне, ҫывхартӑр. Эсир пӗрле пухӑннӑ вун-вун пин ангел патне, 23 ячӗсене тӳпере ҫырса хунӑ малтан ҫуралнисен пухӑвӗ патне, пурне те суд тӑвакан Турӑ патне, тӳрӗскерсем патне — кам святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнать тата кама пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ, ҫавсем патне, — 24 ҫӗнӗ килӗшӳ тума пулӑшакан* Иисус патне тата сирпӗтнӗ юн патне, А́вель юнӗнчен те лайӑхрах калаҫакан юн патне, ҫывхартӑр.
25 Калаҫакана итлемесӗр ан тӑрӑр.* Ҫӗр ҫинче илтӗннӗ Туррӑн асӑрхаттарӑвне итлесшӗн пулман ҫынсем наказанирен хӑтӑлайман пулсан, эпир тӳперен калаҫаканран пӑрӑнсан пушшех те хӑтӑлаймӑпӑр! 26 Ҫавӑн чухне унӑн сасси ҫӗре кисрентернӗ, халӗ вара вӑл ҫакӑн пек сӑмах парать: «Тепӗр хут эпӗ ҫӗре кӑна мар, тӳпене те кисрентерӗп». 27 «Тепӗр хут» тени Турӑ, кисренменни тӑрса юлтӑр тесе, кисренекеннине — хӑй туманнине — пӗтерессине кӑтартса парать. 28 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, эпир кисренми Патшалӑх илессине пӗлсе, айтӑр малалла та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне тивӗҫлӗ пулар. Ҫак ырӑлӑха пула эпир Турӑшӑн ӑна мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — унран хӑраса тата ӑна чун-чӗререн хисеплесе — ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр. 29 Мӗншӗн тесен пирӗн Турӑ — пӗтӗмпех пӗтерекен вут-ҫулӑм.
13 Пӗр-пӗрне тӑванла юратма ан пӑрахӑр. 2 Хӑналама* ан манӑр, мӗншӗн тесен хӑналанине пула хӑшӗ-пӗрисем, хӑйсем ҫавна пӗлмесӗрех, хӑйсем патӗнче ангелсене йышӑннӑ. 3 Тӗрмере ларакансене, хӑвӑр та вӗсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ пекех, асра тытӑр тата кама хур тӑваҫҫӗ, ҫавсене те асра тытӑр, эсир те ҫынсемех вӗт*. 4 Пурте мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеччӗр, тата мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ* пулччӑр, мӗншӗн тесен Турӑ аскӑн ӗҫ тӑвакансене* пурне те — мӑшӑрланнӑ-и вӗсем е мӑшӑрланман-и — суд тӑвӗ. 5 Сирӗн пурнӑҫра укҫана юратасси ан пултӑр, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп». 6 Ҫавӑнпа та эпир пӗр иккӗленмесӗр ҫапла калатпӑр: «Иегова* — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп. Ҫын мана мӗн тӑвайӗ?»
7 Сирӗн хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене, сире Турӑ сӑмахне вӗрентекенсене, асра тытӑр. Вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине тата ҫакӑ мӗн панине сӑнаса вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр.
8 Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех — ҫавах.
9 Тӗрлӗ ют вӗрентӳсене хӑвӑра ҫул ҫинчен пӑрса яма ан парӑр. Чӗрене виҫесӗр ырӑлӑхпа ҫирӗплетни ӑна апат-ҫимӗҫ пирки панӑ хушусемпе ҫирӗплетнинчен лайӑхрах, ҫав хушусем вӗсене тытса тӑракансене нимӗнле усӑ та памаҫҫӗ.
10 Пирӗн парне вырӑнӗ пур, ун ҫинче кӳнӗ парнене чатӑрта ӗҫлекенсен ҫиме ирӗк ҫук. 11 Ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхӑн юнне чи аслӑ священник сӑваплӑ вырӑна* илсе кӗрет, пуснӑ выльӑхӑн кӗлеткине вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ. 12 Ҫавӑнпа Иисус та халӑха хӑйӗн юнӗпе сӑваплӑ тумашкӑн хула* тулашӗнче асап курнӑ. 13 Эппин, вӑл тӳснӗ мӑшкӑла тӳссе ун патне тапӑр тулашне тухар, 14 мӗншӗн тесен кунта пирӗн ялан пурӑнмалли хула ҫук. Эпир пулас хулана чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. 15 Айтӑр Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар, урӑхла каласан, чӗлхе-ҫӑвартан тухакан сӑмахсемпе ыттисене унӑн ячӗ ҫинчен каласа пӗлтерер. 16 Ҫавӑн пекех пӗр-пӗринпе ырӑ пулма, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ыттисене пулӑшма ан манӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек парнесем Турра кӑмӑллӑ.
17 Хӑвӑр хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сирӗншӗн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ тата вӗсен ҫак ӗҫшӗн явап тытас пулать. Эсир ҫапла тусан, вӗсем хӑйсен ӗҫне кулянса мар, савӑнса тума пултарӗҫ. Вӗсем кулянса ӗҫлени сире сиен кӳнӗ пулӗччӗ.
18 Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен эпир хамӑр совесть таса* пулнине пӗлетпӗр, вӗт эпир пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнасшӑн. 19 Уйрӑмах эпӗ сире манӑн сирӗн пата часрах таврӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтума ыйтатӑп.
20 Мир* Турри — пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫана, ӗмӗрлӗх килӗшӗве юнпа ҫирӗплетнӗ аслӑ кӗтӳҫе, вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ — 21 сире хӑйӗн ирӗкне тума мӗн кирлине пурне те патӑр. Вӑл пире Иисус Христос урлӑ хӑйне мӗн кӑмӑллӑ, ҫавна тума хавхалантартӑр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
22 Тӑвансем, ҫак хавхалантаракан сӑмахсене тӳсӗмлӗ пулса итлеме ыйтатӑп сире, мӗншӗн тесен ҫырасса та эпӗ сирӗн пата нумаях ҫырмарӑм. 23 Манӑн сире пирӗн Тимофей тӑвана ирӗке кӑларни ҫинчен пӗлтерес килет. Вӑл кӗҫех килес пулсан, эпир унпа пӗрле сире пырса курӑпӑр.
24 Хӑвӑр хушшӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене тата сӑваплисене пурне те салам калӑр. Сире Италири тӑвансем салам яраҫҫӗ.
25 Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.
Е «тӗнчене; ӗмӗрсене». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Грекла пне́ума. Словаре пӑхӑр.
Е «скипетрӗ».
Е «унӑн ури айне тунӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнпа ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».
Е «тӗрӗслев».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗресене ан хытарӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗресене ан хытарӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑраса тӑрар».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Хӑвӑр чӗресене ан хытарӑр».
Словаре пӑхӑр.
Словаре пӑхӑр.
Е «хӑюллӑн».
Е «тӗрӗс ҫулран пӑрӑнса кайнисене».
Е «ҫылӑх тӑвакансемпе ырӑ пулма».
Е «йӑлӑннӑ тата ыйтнӑ».
Е «Турра чунтан хисепленӗрен». Словарьте «Турӑран хӑрани» статьяна пӑхӑр.
Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Е «пурнӑҫшӑн».
Е «канӑҫлӑх».
Е «патриарх».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «ӳкӗнмӗ».
Е «лайӑхрах килӗшӗвӗн гарантийӗ; лайӑхрах килӗшӗвӗн залогӗ».
Е «Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмӗнче».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «лайӑхрах килӗшӗвӗн посредникӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пӗр гражданлӑхлӑ ҫыннине».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗ мар».
Е «Турӑ умне хумалли ҫӑкӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «килӗшӗвӗн чул хӑмисем».
Е «тӳлесе илмелли вырӑн».
Е «Сӑваплӑран сӑваплӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӗрлӗ майпа шыва кӗртнипе».
Е «тӳлесе илнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вилӗмлӗ».
Е «ҫӗнӗ килӗшӗвӗн посредникӗ».
Ҫакӑ Палестинӑра ӳсекен ӳсентӑрана пӗлтерет пулмалла, унӑн ҫӳллӗшӗ сахалтан та 1,8 м.
Е «чӗркем».
Е «ҫак тӗнчен ӗмӗрӗ вӗҫленсе пынӑ чухне». Словарьте «Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем» статьяна пӑхӑр.
Е, тен, «ҫынсем».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Сӑваплӑран сӑваплӑ».
Е «пӗр иккӗленмесӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирпӗтсе». Урӑхла каласан, Иисусӑн юнӗпе сирпӗтсе.
Е «пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар; пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «урапа таптанӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «театрта кӑларса тӑратнӑ пек».
Е «ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене тӳснисене пулӑшрӑр».
Е «хӑюллӑн каласа тӑрӑр».
Е «пирӗн мӑн асаттесене».
Е «ҫирӗплетсе панӑ».
Е «ӗмӗрсем». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Е «ҫирӗплетсе панӑ».
Е «ырланипе».
Е «ҫирӗплетсе панӑ».
Е «Турӑран хӑранине кӑтартнӑ та».
Е «тӑхӑм тума вӑй илнӗ».
Е «хӑйне вӗсен Турри теме вӑтанмасть».
Е «хӑйне мӗнле пытармалли ҫинчен».
Е «хӗсӗрленине тӳссе асапланас».
Грекла Христо́с.
Е «проститутка».
Е «тӳлесе илмелли хак парса ирӗке тухма килӗшмен».
Е «ҫирӗплетсе панӑ».
Е «дистанцие».
Е «Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ».
Е «ал усас мар».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ ӑса вӗрентнине, пӗлӳ панине, тӳрлетнине, ӳкӗтленине, наказани е канаш панине пӗлтерме пултарать.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗн пушӑпа хӗнет».
Е «ыраттарать».
Е «канӑҫлӑх».
Е «сиктерес марччӗ».
Е «ҫӗнӗ килӗшӗвӗн посредникӗ».
Е «Калаҫакан умӗнче хӑвӑра тӳрре ан кӑларӑр».
Е «тараватлӑ пулма». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «палламан ҫынсене юратма».
Е, тен, «эсир те вӗсемпе пӗрле хур тӳснӗ пек». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эсир те кӗлеткере пулнӑ пек».
Е «мӑшӑрсен выртан вырӑнӗ ирсӗрленмелле мар».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хапха».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ырӑ».
Е «канӑҫлӑх».