Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Тит 1:1—3:15
  • Тит

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тит
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Тит

ТИТ

ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1 Павелран — Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен. Эпӗ Турӑ суйласа илнисем ӗненнӗ пек ӗненетӗп тата Турра парӑнса пурӑнассипе ҫыхӑннӑ чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп. 2 Манӑн ӗненӳ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк ҫинче никӗсленсе тӑрать. Суйма пултарайман Турӑ ҫак шанчӑк пирки ӗлӗк-авалах шантарса каланӑ. 3 Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн сӑмахне ырӑ хыпар сарас ӗҫ урлӑ пӗлтернӗ, ҫак ӗҫе мана хамӑра Ҫӑлакан Турӑ хушнипе шанса панӑ. 4 Эпӗ ҫак ҫырӑва хампа пӗр пек ӗненекен чӑн ывӑл патне, Тит патне, ҫыратӑп.

Пирӗн Атте Турӑран тата хамӑра Ҫӑлакан Христос Иисусран сана виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.

5 Эпӗ сана Критра унти ҫитменлӗхсене тӳрлетме тата кашни хулара, эпӗ сана хушнӑ пек, старейшинӑсене суйласа лартма хӑвартӑм. 6 Кама старейшина пулма лартасшӑн, ҫав ҫыннӑн айӑпсӑр пулмалла, унӑн пӗр арӑм пулмалла. Унӑн ачисен ӗненекенсем пулмалла, ыттисем вӗсене иртӗхсе пурӑнакан тата пӑхӑнман ҫынсем пек ан пӗлччӗр. 7 Туррӑн тарҫи* пулнӑ май старейшинӑн* айӑпсӑр пулмалла, унӑн кутӑн*, час тарӑхса каякан, ӗҫке ернӗ, ыттисене хӗнекен, улталаса тупӑш тӑвакан ҫӑткӑн ҫын пулмалла мар. 8 Унӑн хӑналама юратакан*, ырра юратакан, чипер ӑс-тӑнлӑ*, тӳрӗ, Турра парӑнса пурӑнакан, чаруллӑ ҫын пулмалла. 9 Вӗрентнӗ чухне унӑн Туррӑн шанӑҫа тивӗҫлӗ сӑмахне ҫирӗп тытса тӑмалла. Ҫапла вара вӑл тӗрӗс* вӗрентӳпе хавхалантарма* кӑна мар, ҫак вӗрентӗве хирӗҫ тӑракансене питлеме те пултарать.

10 Пӑхӑнас теменнисем* те, пуш сӑмах ҫаптаракансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах вӗсем ӳт кастармалла текенсем хушшинче нумай. 11 Ҫакӑн пек ҫынсене калаҫма чармалла, мӗншӗн тесен улталаса тупӑш тӑвассишӗн вӗсем тӗрӗс маррине вӗрентсе ҫемьесене аркатаҫҫӗ. 12 Вӗсенчен пӗри, вӗсен пророкӗ, акӑ мӗнле каланӑ: «Крит ҫыннисем ялан суяҫҫӗ, вӗсем тискер чӗрчунсем, тӑрана пӗлмен кахал ҫынсем».

13 Ҫакӑн пек калани тӗрӗс. Ҫавӑнпа та вӗсене хытӑ питле. Ҫавна эсӗ вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пултӑр тесе, 14 вӗсем иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен заповечӗсене ан итлеччӗр тесе ту. 15 Тасисемшӗн пурте таса, ирсӗрленнисемшӗн тата ӗненменнисемшӗн вара таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑс-тӑнӗ те, совеҫӗ те ирсӗрленнӗ. 16 Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе унран тунаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем йӗрӗнчӗк, итлемеҫҫӗ тата пӗр ырӑ ӗҫ тума та юрӑхлӑ мар.

2 Эсӗ вара тӗрӗс* вӗрентӳпе мӗн килӗшсе тӑрать, ҫавна кала. 2 Ватӑ арҫынсен пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлмелле, хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла, чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла, ҫирӗп ӗненмелле, ыттисене юратмалла, чӑтӑмлӑ пулмалла. 3 Ҫавӑн пекех ватӑ хӗрарӑмсен те хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла, элекҫӗ пулмалла мар, эрехпе иртӗхмелле мар, ырра вӗрентмелле. 4 Вӗсем ҫамрӑк хӗрарӑмсене упӑшкисене юратма, ачисене юратма вӗрентчӗр, 5 ҫавӑн пекех чипер ӑс-тӑнлӑ пулма, шухӑшӗсемпе тата ӗҫӗсемпе таса пулма, килӗ-ҫурчӗшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса тӑма вӗрентчӗр. Ҫапла тусан, никам та Турӑ сӑмахӗ ҫинчен хурласа калаҫмӗ.

6 Ҫамрӑк арҫынсене те чипер ӑс-тӑнлӑ ҫынсем пулма ӳкӗтле, 7 ырӑ ӗҫсем тӑвас тӗлӗшрен ялан тӗслӗх кӑтарт. Мӗн таса, ҫавна тӑрӑшса вӗрент.* 8 Санӑн сӑмахусем усӑ кӳччӗр, вара ытти ҫынсем сан пирки тиркесе калаҫаймӗҫ. Ҫапла вара пире хирӗҫ тӑракансем намӑса юлӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен пирӗн пирки япӑххине каламалли нимӗн те пулмӗ. 9 Чурасем хӑйсен хуҫисене пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑччӑр, вӗсене юраса пурӑнччӑр, хирӗҫ ан чӗнччӗр, 10 ан вӑрлаччӑр, хӑйсем шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине кӑтартчӑр. Ҫапла вара кирек мӗн тусан та вӗсем хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне тата ытларах илем кӳрӗҫ.

11 Турӑ пур тӗрлӗ ҫынна ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пынипе хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑ. 12 Ҫав ырӑлӑх пире тӗнчери ҫынсен кӑмӑл-туртӑмне тата Туррӑн ирӗкне мӗн хирӗҫлет, ҫавна сирсе яма вӗрентет. Ҫавӑн пекех вӑл пире ҫак тӗнчере* чипер ӑс-тӑнлӑ та тӳрӗ пулса тата Турра парӑнса пурӑнма вӗрентет. 13 Ҫакна эпир хамӑрӑн чаплӑ шанчӑк пурнӑҫланиччен, аслӑ Турӑ тата хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос мухтавлӑн киличчен тӑвӑпӑр. 14 Пире пур тӗрлӗ усал ӗҫрен* хӑтарас тесе* тата, пире тасатса, ырӑ ӗҫсене хастаррӑн тӑвакан хӑйӗн халӑхӗ — хӑйӗн ятарлӑ харпӑрлӑхӗ — тӑвас тесе Христос пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ.

15 Хӑвна панӑ пӗтӗм влаҫпа усӑ курса ҫакӑн ҫинчен кала, ӳкӗтле* тата питле. Никама та хӑвӑн ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма ан пар.

3 Эсӗ вӗсене астутарсах тӑр: вӗсем патшалӑхсене, влаҫсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр, 2 никам пирки те хурласа ан калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, хӑйсенни ҫинче ҫеҫ ан тӑччӑр*, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр. 3 Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан ӑссӑрччӗ, итлеместӗмӗрччӗ, тӗрӗс мар ҫулпа пыраттӑмӑрччӗ, тӗрлӗ кӑмӑл-туртӑма тата киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑрччӗ, усал тӑваттӑмӑрччӗ, ӑмсанаттӑмӑрччӗ, йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑрччӗ.

4 Анчах та хамӑра Ҫӑлакан Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхне тата ҫынсене юратнине кӑтартсассӑн, 5 вӑл (хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫсене кура мар, хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран) пире ҫӑлнӑ. Ҫавна вӑл акӑ мӗнле тунӑ: вӑл пире ҫуса тасатса чӗртнӗ тата святой сывлӑшпа ҫӗнетнӗ. 6 Вӑл хӑйӗн сывлӑшне хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ туллин* панӑ. 7 Ҫапла вара, унӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула пирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тенӗ хыҫҫӑн, эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка илекен еткерҫӗсем пулса тӑма пултартӑмӑр.

8 Ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ. Турра ӗненекенсем яланах ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшчӑр тесе эпӗ сана вӗсене ҫакӑн ҫинчен каласа тӑма ыйтатӑп. Ҫакӑ пурте лайӑх тата усӑллӑ.

9 Ӑссӑрла тавлашусенчен, йӑх-кӑк пирки тупӑшассинчен, закон* пирки хирӗҫессинчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ усӑсӑр, нимӗн те памасть. 10 Суя вӗрентӳсене саракана* пӗрре ӑса кӗрт*, тепре ӑса кӗрт, вӑл итлемест пулсан вара — унран пӑрӑн. 11 Ҫакӑн пек ҫын тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ, ҫылӑха кӗрсе вӑл хӑйне хӑех айӑпа хӑварнӑ.

12 Эпӗ сан патна Артемаса е Тихика ярсассӑн, ман пата часрах Никополе пыма тӑрӑш, эпӗ унта хӗл каҫма шутларӑм. 13 Зенаса, закона* лайӑх пӗлекенскере, тата Аполлоса ҫула пуҫтарӑнма пулӑш, вӗсен мӗн кирли веҫех пултӑр. 14 Пирӗн тӑвансем те ырӑ ӗҫ тума, камсене пулӑшу питӗ кирлӗ, ҫавсене пулӑшма вӗренччӗр, ҫапла вӗсем усӑллӑ ӗҫ тума пултарӗҫ.

15 Кам манпа пӗрле, ҫавсем пурте сана салам яраҫҫӗ. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тата пире юратакан тӑвансене манран салам кала.

Сирӗнпе пуринпе те Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ пултӑр.

Е «канӑҫлӑх».

Е «кил-ҫуртне пӑхса тӑракан; управляющийӗ».

Грекла эпи́скопос. Словарьте «Старейшина» статьяна пӑхӑр.

Е «хӑй ҫине ытлашши шанакан».

Е «тараватлӑ». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «палламан ҫынсене юратакан».

Е «тӗплӗн шухӑшлама пӗлекен».

Е «усӑ кӳрекен».

Е «ӳкӗтлеме».

Е «пӑлхавҫӑсем».

Е «усӑ кӳрекен».

Е, тен, «Таса шухӑш-кӑмӑлпа тӑрӑшса вӗрент».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «законсӑрлӑхран».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳлесе илес тесе».

Е «хавхалантар».

Е «кутӑн ан пулччӑр».

Е «питӗ нумай».

Урӑхла каласан, Моисей законӗ.

Урӑхла каласан, сектӑна пуҫарса яракана е унта явӑҫнӑ ҫынна.

Е «асӑрхаттар».

Урӑхла каласан, Моисей законне.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр