ТИМОФЕЙ
ПАТНЕ ЯНӐ ИККӖМӖШ ҪЫРУ
1 Павел, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене пама шантарнӑ пурнӑҫ ҫинчен пӗлтермешкӗн Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, — 2 юратнӑ Тимофей ывӑлӑма.
Пирӗн Атте Туррӑн тата пирӗн Христос Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ, хӗрхенӗвӗ тата канӑҫлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр.
3 Эпӗ, мӑн асаттесем пекех, Турӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлесе тӑратӑп. Эпӗ ӑна тав тӑватӑп тата хамӑн хӗрӳллӗ кӗлӗсенче яланах — ир те, каҫ та — сана асӑнатӑп. 4 Санӑн куҫҫулӳсене аса илетӗп те — манӑн сана ҫав тери курас килсе каять. Сана курсан эпӗ тем пекех савӑннӑ пулӑттӑм. 5 Эсӗ чун-чӗререн* ӗненнине астӑватӑп, малтанах санӑн кукаму Лои́да тата санӑн аннӳ Эвни́ка ҫапла ӗненетчӗҫ. Эсӗ те ҫавнашкал ӗненни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.
6 Ҫавӑнпа сана ҫакна аса илтеретӗп: Турӑран илнӗ парнепе, эпӗ сан ҫине алӑ хунӑ чухне илнипе, хастаррӑн усӑ кур*. 7 Турӑ панӑ сывлӑш пире хӑравҫӑ тумасть, вӑл пире вӑйлӑ, юратакан тата чипер ӑс-тӑнлӑ тӑвать. 8 Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн Ҫӳлхуҫа ҫинчен пӗлтерсе тӑма ан вӑтан. Манран та, эпӗ уншӑн тӗрмере ларнӑшӑн, ан вӑтан. Турӑ вӑй парасса шанса ырӑ хыпаршӑн асап курма хатӗр пул. 9 Турӑ пире ҫӑлнӑ, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнӗ. Ҫакна вӑл пирӗн ӗҫсене кура туман. Вӑл пире хӑйӗн тӗллевӗпе* тата хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе чӗнсе илнӗ. Ҫав виҫесӗр ырӑлӑха вӑл пире Христос Иисус урлӑ кӑтартма ӗлӗкех шутласа хунӑ пулнӑ. 10 Халӗ вара унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ хамӑра Ҫӑлакан Христос Иисус килнине пула уҫҫӑн курӑнчӗ: Христос вилӗме пӗтерчӗ, ырӑ хыпар урлӑ пире пурнӑҫ тата ҫӗрми кӗлетке мӗнле илмеллине уҫса пачӗ. 11 Ҫав ырӑ хыпара пӗлтермешкӗн мана хыпарҫӑ, апостол тата вӗрентекен пулма суйласа лартнӑ.
12 Ҫавӑнпа эпӗ асап тӳсетӗп те. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен хам кама ӗненнине пӗлетӗп тата хам ӑна мӗн шанса панине вӑл суд кунӗ ҫитичченех упраса хӑварма пултарасса ҫирӗп шанатӑп. 13 Тӗрӗс* сӑмахсене, манран илтнисене, тӗслӗх* вырӑнне хурса тытса тӑр тата, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан пек, малалла та ӗненсе, юратса пурӑн. 14 Хӑвна мӗн шанса пани питӗ хаклӑ, ӑна пирӗнте пурӑнакан святой сывлӑш пулӑшнипе упра.
15 Азире* пурте, ҫав шутрах Фиге́л тата Гермоге́н, манран пӑрӑннине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. 16 Онисифо́р килӗнчисене Ҫӳлхуҫа хӗрхентӗр, мӗншӗн тесен вӑл мана нумай хутчен хавхалантарчӗ тата мана сӑнчӑрласа лартнинчен вӑтанмарӗ. 17 Пачах урӑхла, хӑй Римра пулнӑ чухне вӑл мана тӑрӑшсах шырарӗ, вара тупрӗ. 18 Суд кунӗнче Иегова* Ҫӳлхуҫа ӑна хӗрхентӗр. Эфесра вӑл маншӑн нумай тӑрӑшнине эсӗ хӑв та лайӑх пӗлетӗн.
2 Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисус кӑтартакан виҫесӗр ырӑлӑх урлӑ вӑй илсе тӑр. 2 Хӑв манран нумай ҫын умӗнче мӗн илтнине шанчӑклӑ ҫынсене, ыттисене вӗрентме пултаракансене*, вӗрент. 3 Христос Иисусӑн чӑн-чӑн салтакӗ пулнӑ май асап курма хатӗр пул. 4 Салтаксенчен пӗри те, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тет пулсан, укҫа ӗҫлесе илес ҫӗре хутшӑнмасть*. 5 Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та правилӑсене тытса тӑмасан награда* илеймӗ. 6 Тӑрӑшса ӗҫлекен ҫӗр ӗҫченӗ хӑй ӳстернӗ ҫимӗҫне пуринчен малтан ҫиме тивӗҫлӗ. 7 Эпӗ мӗн калани ҫинчен пӗрмаях шухӑшла. Ҫӳлхуҫа сана пӗтӗмпех ӑнланма пулӑшӗ.
8 Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине тата вӑл Давидӑн тӑхӑмӗ пулнине асра тыт. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтеретӗп те. 9 Ҫак ырӑ хыпаршӑн эпӗ асап тӳсетӗп, преступник пек тӗрмере ларатӑп. Анчах та Туррӑн сӑмахне сӑнчӑрласа хума ҫук. 10 Ҫавӑнпа суйласа илнисемшӗн эпӗ, вӗсем те Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑнине пула ҫӑлӑнччӑр тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, пурне те чӑтӑмлӑн тӳссе ирттеретӗп. 11 Акӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ сӑмахсем: эпир унпа пӗрле вилнӗ пулсан, унпа пӗрле пурӑнӑпӑр та; 12 эпир чӑтӑмлӑ пулсан, патшасем пулса унпа пӗрле ертсе пырӑпӑр; эпир унран тунсан, вӑл та пирӗнтен тунӗ; 13 эпир шанчӑклӑ пулмасан та, вӑл яланах шанчӑклӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗнчен хӑй тунма пултараймасть.
14 Вӗсене ҫавна аса илтерсех тӑр, сӑмахсемшӗн ан тавлашӑр тесе вӗсене Турӑ умӗнче кала, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек тавлашусем пӗр усӑ та памаҫҫӗ, итлекенсене сиен ҫеҫ кӳреҫҫӗ. 15 Хӑвна Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех ту, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентекен, никам та тиркеме пултарайман ӗҫлекен пулма тӑрӑш. 16 Турра хурлакан пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен вӗсене пула усаллӑх хушӑнсах пырӗ. 17 Ҫавнашкал калаҫусем гангрена пек сарӑлса пырӗҫ. Ҫавӑн пек калаҫакансем хушшинче — Гимене́й тата Фили́т. 18 Вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тенипе чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ, тата вӗсем хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӗтереҫҫӗ. 19 Ҫапах та Турӑ хывнӑ ҫирӗп никӗс кисренмӗ, ун ҫинче ҫакӑн пек пичет пур: «Иегова* хӑйӗннисене пӗлет» тата «Иеговӑна* ятран чӗнсе ыйтакан кирек кам та усал ӗҫсене* сирсе ятӑр».
20 Пысӑк кил-ҫуртра ылтӑн тата кӗмӗл савӑтсем кӑна мар, йывӑҫ тата тӑм савӑтсем те пур. Пӗрисемпе ятарлӑ вӑхӑтра* усӑ кураҫҫӗ, теприсемпе кулленхи ӗҫсенче* усӑ кураҫҫӗ. 21 Кам кулленхи ӗҫсенче усӑ куракан савӑт евӗрлисенчен аякра тӑрать, ҫавӑ ятарлӑ вӑхӑтра усӑ куракан савӑт пек пулӗ. Вӑл сӑваплӑ пулӗ, хуҫине усӑ парса тӑрӗ тата пур ырӑ ӗҫ валли те хатӗр пулӗ. 22 Ҫавӑнпа яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑмран тар, Ҫӳлхуҫана таса чӗрепе чӗнекенсемпе пӗрле тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату тата мир* патне туртӑн.
23 Унсӑр пуҫне, ӑссӑр та ним усӑсӑр тавлашусенчен пӑрӑн, вӗсем хирӗҫтерсе ярассине эсӗ хӑвах пӗлетӗн. 24 Ҫӳлхуҫа чурин вара хирӗҫмелле мар. Унӑн пуринпе те ырӑ пулмалла, вӗрентме пултаракан пулмалла тата кам та пулин унпа хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ чухне унӑн хӑйне тытса чарма пӗлмелле. 25 Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле. Вӗсем чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлме пултарччӑр тесе, тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнме* парӗ. 26 Вара вӗсем, Шуйттан* хӑйӗн ирӗкне тутарма хӑйсене чӗрӗллех тытнине ӑнланса илсе, тӑна кӗрӗҫ те унӑн капкӑнӗнчен хӑтӑлӗҫ.
3 Пӗлсе тӑр: юлашки кунсенче питӗ йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ. 2 Ҫынсем хӑйсене ҫеҫ юратакан, укҫана юратакан, мухтанчӑк, хӑйсене мӑнна хуракан пулӗҫ, хурласа калаҫӗҫ, ашшӗ-амӑшне итлемӗҫ, пархатарсӑр, шанчӑксӑр пулӗҫ, 3 ыттисене юратмӗҫ, ыттисемпе калаҫса татӑласшӑн пулмӗҫ, элекҫӗ пулӗҫ, хӑйсене чарма пӗлмӗҫ, хаяр, ырра юратми, 4 сутӑнчӑк, кутӑн, мӑнкӑмӑллӑ пулӗҫ, Турра юратас вырӑнне савӑнса-киленсе пурӑнма юратӗҫ, 5 вӗсем хӑйсене Турра парӑнса пурӑнакан ҫынсем пек кӑтартма тӑрӑшӗҫ, вӗсен ӗҫӗсем вара пачах урӑххине кӑтартӗҫ*. Ҫакӑн пек ҫынсенчен пӑрӑн. 6 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем чеен хӑтланса килсене кӗреҫҫӗ те час ӗненсе лартакан, ҫылӑх пусса тӑракан хӗрарӑмсене улталаҫҫӗ. Ҫакӑн пек хӗрарӑмсем хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ, 7 вӗсем ӗнтӗ пӗрмаях вӗренеҫҫӗ, анчах чӑнлӑха ниепле те тӗп-тӗрӗс пӗлсе ҫитеймеҫҫӗ.
8 Иа́нний тата Иа́мврий Моисея хирӗҫ тӑнӑ пек, ҫав ҫынсем те чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсен ӑсӗ пӑсӑлсах кайнӑ, ӗненӳпе килӗшӳллӗн пурӑнманран Турӑ вӗсене ырламасть. 9 Вӗсен ӗҫӗ малалла ӑнса пымӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑссӑрлӑхӗ, леш иккӗшӗнни пекех, пуриншӗн те паллӑ пулӗ. 10 Эсӗ вара эпӗ мӗне вӗрентнине тытса тӑтӑн, ман пек пурӑнтӑн, эпӗ лартнӑ тӗллевсенех ҫитме тӑрӑшрӑн тата ӗненес, тӳсӗмлӗ пулас, юратас, чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен ман пек пултӑн. 11 Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана мӗнле хӗсӗрленине тата эпӗ мӗнле асапсем тӳснине эсӗ пӗлетӗн. Хама ҫапла хӗсӗрленине эпӗ чӑтса ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана ҫавсенчен пуринчен те хӑтарчӗ. 12 Тепӗр тесен, Христос Иисусӑн вӗренекенӗсене, Турра парӑнса пурӑнас текенсене, пурне те хӗсӗрлӗҫ. 13 Усал ҫынсемпе ултавҫӑсем вара усалрах та усалрах ӗҫсем тӑвӗҫ, вӗсем ыттисене улталӗҫ, хӑйсем те улталанӗҫ.
14 Эсӗ вара хӑвна мӗне вӗрентнине, мӗне ӗнентернине малалла та тытса тӑр, хӑвна кам вӗрентнине эсӗ пӗлетӗн вӗт. 15 Эсӗ мӗн ҫуралнӑранпах Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗлетӗн. Вӑл сана ӑслӑлӑх парӗ, ҫав ӑслӑлӑх сана Христос Иисуса ӗненнине пула ҫӑлӑнма пулӑшӗ. 16 Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗтӗмпех Турӑ хавхалантарнипе* ҫырнӑ, вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентме, питлеме, тӳрлетме, тӗрӗссине тума ӳкӗтлеме* пулӑшать. 17 Ҫапла вара Турӑ ҫынни пур тӗлӗшрен те юрӑхлӑ пулса кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та лайӑх хатӗрленсе ҫитет.
4 Хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑ чухне тата хӑйӗн Патшалӑхӗнче ертсе пынӑ чухне чӗррисемпе вилнисене суд тӑвакан Христос Иисус умӗнче тата Турӑ умӗнче хушатӑп сана: 2 Туррӑн сӑмахне пӗлтер, ҫавна майлӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та хастаррӑн* ту, тӳсӗмлӗ пулса тата вӗрентес ӑсталӑхпа усӑ курса питле, асӑрхаттар*, ӳкӗтле. 3 Мӗншӗн тесен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс* вӗрентӗве сирсе ярӗҫ те хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса хӑйсем илтес килнине калакан вӗрентекенсене суйлӗҫ. 4 Вӗсем чӑнлӑха итлеме пӑрахса юмах-халап итлеме пуҫлӗҫ. 5 Анчах та эсӗ пур тӗлӗшрен те ӑслӑ-тӑнлӑ пул, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттер, ырӑ хыпара пӗлтерсе тӑр, хӑвӑн ӗҫне тӗплӗн ту.
6 Эпӗ — парне вырӑнӗ ҫине юхтарса парнене кӳрекен хӗрлӗ эрех пек, манӑн ирӗке тухас вӑхӑт питӗ ҫывӑх. 7 Эпӗ тӑрӑшса кӗрешрӗм, чупмалли ҫула вӗҫне ҫитичченех чупса тухрӑм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. 8 Ман валли тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ. Ҫӳлхуҫа, тӳрӗ судья, ӑна мана суд кунӗнче награда пек парӗ; мана кӑна мар, хӑйӗн вӑйне кӑтартас вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтекенсене пурне те парӗ.
9 Ман пата часрах килме тӑрӑш. 10 Мӗншӗн тесен Дима́с ҫак тӗнчене* юратнипе мана хӑварчӗ те Фессалоникӑна кайрӗ. Криске́нт — Галатие, Тит Далмацие кайрӗ. 11 Пӗр Лука анчах манпа пӗрле. Хӑвпа пӗрле Марка илсе кил, вӑл мана Турӑ ӗҫӗнче пулӑшма пултарӗ. 12 Тихика вара эпӗ Эфеса ятӑм. 13 Килнӗ чухне ман плаща* илсе кил, эпӗ ӑна Троадӑра Карп патӗнче хӑварнӑччӗ тата чӗркемсене, уйрӑмах сӑранран тунисене*, илсе кил.
14 Пӑхӑр ӑсти Александр мана нумай усал турӗ. Иегова* ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. 15 Эсӗ те унран асӑрхан, мӗншӗн тесен вӑл эпир мӗн каланине питӗ хытӑ хирӗҫ тӑчӗ.
16 Эпӗ судра хама малтанхи хут хӳтӗленӗ чухне ман хута кӗме никам та килмерӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Турӑ вӗсене каҫартӑрччӗ. 17 Анчах Ҫӳлхуҫа манпа юнашар пулчӗ, ырӑ хыпара пур халӑх та илтме пултартӑр тесе, вӑл мана ҫак хыпара тӗплӗн пӗлтерсе тухма вӑй парса тӑчӗ. Вӑл мана арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтарчӗ. 18 Ҫӳлхуҫа мана пӗтӗм усаллӑхран хӑтарӗ тата хӑйӗн тӳпери Патшалӑхӗ валли ҫӑлӗ. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
19 Прискӑпа Акилӑна тата Онисифо́р кил-йышне манран салам кала.
20 Эра́ст Коринфра юлчӗ, Трофима вара эпӗ, вӑл чирлесе кайнӑран, Милетра хӑвартӑм. 21 Хӗл лариччен килме тӑрӑш.
Сана Эвбу́л, Пуд, Лин, Клавдия тата ытти тӑвансем пурте салам яраҫҫӗ.
22 Санӑн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑшӑн Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр. Унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.
Е «икӗпитлӗ пулмасӑр».
Е «вут-ҫулӑм ҫуннӑ пек ҫунмалла ту».
Е «хӑй мӗн тума шутласа хунипе килӗшӳллӗн».
Е «усӑ паракан».
Е «эскиз; ӗлке».
Словаре пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «юрӑхлисене».
Е, тен, «кулленхи ӗҫсемпе аппаланмасть».
Е «пуҫ кӑшӑлӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑха».
Е «чыслӑ ҫӗрте».
Е «чыслах мар ҫӗрте».
Е «канӑҫлӑх».
Е «шухӑшне улӑштарма».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Е «хӑйсем вара Турра парӑнса пурӑннин вӑйне сирсе ярӗҫ».
Урӑхла каласан, Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнипе.
Е «ӑса вӗрентме».
Е «тӑхтаса тӑмасӑр».
Е «сивле».
Е «усӑ паракан».
Словаре пӑхӑр.
Е «уртса ямалли тумтире».
Е «перга́мент чӗркемсене».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.