ФЕССАЛОНИКӐРИ
ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ИККӖМӖШ ҪЫРУ
1 Павел, Силуа́н* тата Тимофей — пирӗн Атте Турӑпа тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑракан Фессалоникӑри пухӑва.
2 Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
3 Тӑвансем, пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ ӳссех пырать тата эсир пӗр-пӗрне хытӑрах та хытӑрах юрататӑр. 4 Ҫавӑнпа та эпир Туррӑн пухӑвӗсем умӗнче сирӗнпе мухтанатпӑр: хӑвӑра хӗсӗрленӗ чухне тата йывӑрлӑхсене тӳснӗ чухне эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, мӗнле ӗненнипе мухтанатпӑр. 5 Ҫакӑ Турӑ тӳрӗ суд тунине ҫирӗплетсе парать, тата ҫакна пула эсир Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ пулатӑр, уншӑн эсир асапланатӑр та.
6 Турӑ, хӑй тӳрӗ пулнӑран, сире хӗн-асап кӑтартакансене хӗн-асаппа тавӑрӗ. 7 Сире вара, асапланакансене, вӑл пирӗнпе пӗрле хӑтарӗ. Ҫакӑ Иисус Ҫӳлхуҫа тӳперен курӑннӑ чухне* пулӗ. Вӑл хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе 8 ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килӗ те Турра пӗлменнисене тата пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен калакан ырӑ хыпара итлеменнисене* наказани парса тавӑрӗ. 9 Вӗсене суд туса яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ. Вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнчен ҫухалӗҫ те унӑн мухтавлӑ вӑйне урӑх курмӗҫ. 10 Вӑл хӑйӗн сӑваплисемпе мухтава тухма килсен, ӑна ӗненнисем пурте ун ҫине хӗпӗртесе-тӗлӗнсе пӑхӗҫ. Вӗсем хушшинче эсир те пулатӑр, мӗншӗн тесен эпир каласа панине эсир ӗнентӗр.
11 Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫакӑн ҫинчен ыйтатпӑр: пирӗн Турӑ хӑвӑра мӗн валли чӗнсе илнӗ, ҫавна илме сире тивӗҫлӗ тесе шутлатӑр, вӑл мӗнпур ыррине — хӑйӗн кӑмӑлне каяканнине — хӑйӗн вӑйӗпе туса ҫитертӗр тата эсир ӗненнӗрен тӑвакан ӗҫсенче сире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑштӑр. 12 Ҫапла майпа пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫан ячӗ сирӗн урлӑ мухтава тухать, эсир те унпа пӗрлӗхре пулса пирӗн Аттен тата пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхне пула мухтава тухатӑр.
2 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа килесси* пирки тата пире унпа пӗрле пулма пуҫтарасси пирки калас пулсан, тӑвансем, тархаслатпӑр сире: 2 кам та пулин Иеговӑн* кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тесен, ҫак хыпар Турӑран тесен те е пирӗн ятпа янӑ ҫырура ҫапла каланӑ тесен те, хӑвӑра пӑтраштарса яма ан парӑр, пӑшӑрханса ан ӳкӗр.
3 Никама та хӑвӑра улталама ан парӑр, мӗншӗн тесен ҫав кун киличчен малтан Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклекенсем* пулмалла тата ҫылӑх ҫыннин, пӗтес ывӑлӑн, ӗҫӗ палӑрмалла. 4 Ҫав тӑшман ӗнтӗ «турӑ» текеннисенчен тата ҫынсем мӗне пуҫҫапаҫҫӗ, ҫавсенчен пуринчен те хӑйне асла хурӗ. Вӑл хӑйне турӑ пек кӑтартса Туррӑн храмӗнче ларӗ. 5 Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр патра пулнӑ чухнех каланине астумастӑр-им?
6 Халӗ эсир ӑна кам чарса тӑнине тата ӑна хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен кам палӑрма паманнине пӗлетӗр. 7 Чӑн та, ҫав ҫыннӑн ҫылӑхӗ хальлӗхе вӑрттӑнлӑх пулин те, вӑл хӑйӗн ӗҫне тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та чарса тӑраканни кайсан, вӑл вӑрттӑнлӑх пулма пӑрахӗ. 8 Вара ҫылӑх ҫынни палӑрӗ. Анчах та Иисус Ҫӳлхуҫа хӑй килни уҫҫӑн курӑннӑ чухне хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахсен хӑвачӗпе* ӑна пӗтерӗ. 9 Ҫылӑх ҫынни Шуйттан пулӑшнипе хӑватлӑ ӗҫсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, суя паллӑсем кӑтартать 10 тата тӗрлӗ майпа чеен улталать. Ҫаксене вӑл пӗтес ҫынсемшӗн тӑвать. Ҫав ҫынсене наказани парса тӗп тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха йышӑнмарӗҫ тата ӑна юратмарӗҫ. 11 Акӑ мӗншӗн Турӑ вӗсене суяна ӗненсе улталанма парать. 12 Ҫапла вара, чӑнлӑха ӗненес вырӑнне тӳрӗ мар ӗҫсем тума юратнӑшӑн вӗсене суд туса айӑплӗҫ.
13 Иегова* юратакан тӑвансем, пирӗн сирӗншӗн Турра яланах тав тумалла, мӗншӗн тесен Турӑ сире ҫӑлма малтанах суйласа илнӗ. Эсир чӑнлӑха ӗненнӗрен вӑл сире хӑйӗн сывлӑшӗпе сӑваплӑ тунӑ. 14 Турӑ сире ҫӑлӑнӑҫ валли эпир пӗлтерекен ырӑ хыпар урлӑ чӗнсе илнӗ. Ҫавна вӑл, пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларнӑ пек, сире те мухтава кӑларас тесе тунӑ. 15 Ҫавӑнпа, тӑвансем, ҫирӗп пулӑр тата эпир сире сӑмахпа е ҫыру урлӑ вӗрентнине* тытса тӑрӑр. 16 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа тата пирӗн Атте — пире юратса хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе ӗмӗрлӗх йӑпату тата чаплӑ шанчӑк панӑ Турӑ — 17 сирӗн чӗресене йӑпатчӑр, сире ырӑ ӗҫсем тума тата ырӑ сӑмахсем калама вӑй паччӑр*.
3 Ҫапла вара, тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: Иеговӑн* сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлтӑрччӗ, унӑн сӑмахӗ сирӗн хушшӑрта мухтава тухнӑ пек мухтава тухтӑрччӗ 2 тата Турӑ пире сиен кӳрекен усал ҫынсенчен хӑтартӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен пурте ӗненмеҫҫӗ. 3 Анчах та Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, вӑл сире ҫирӗплетӗ тата Шуйттанран* хӳтӗлӗ. 4 Эпир вара, Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ май, сире хамӑр мӗн хушнине эсир халӗ те туни пирки, малашне те туса тӑрасси пирки иккӗленместпӗр. 5 Сирӗн Турра юратса пурӑнмалла пултӑр тесе тата Христос хыҫҫӑн пымашкӑн чӑтӑмлӑ пулмалла пултӑр тесе Ҫӳлхуҫа малалла та сирӗн чӗресене ертсе пытӑр.
6 Тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатпӑр сире: йӗркерен тухакан, эпир сире* мӗне вӗрентнипе* килӗшӳллӗн пурӑнман кирек мӗнле тӑванран та пӑрӑнса ҫӳрӗр. 7 Хӑш тӗлӗшрен пирӗнтен тӗслӗх илмеллине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир сирӗн патра пулнӑ чухне йӗркерен тухса пурӑнмарӑмӑр, 8 никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр. Пачах урӑхла, сирӗнтен никама та чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн йывӑр ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр. 9 Эпир ҫавна сирӗнтен пулӑшу ыйтма ирӗк ҫуккипе мар, сире тӗслӗх кӑтартас тесе турӑмӑр. 10 Эпир сирӗн патра пулнӑ чухнех сире ҫапла хушнӑччӗ: «Кам ӗҫлесшӗн мар, ҫавӑ ан ҫитӗр те». 11 Анчах та эпир сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем йӗркерен тухни ҫинчен, ӗҫлеменни ҫинчен тата хӑйсен сӑмсине ыттисен ӗҫне чикни ҫинчен илтетпӗр. 12 Ҫакӑн пек ҫынсене эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗпе акӑ мӗн тума хушатпӑр тата ӳкӗтлетпӗр: вӗсем хӑйсен ӗҫне туса шӑппӑн пурӑнччӑр тата хӑйсем валли пурӑнмалӑх ҫӑкӑр хӑйсемех ӗҫлесе илччӗр.
13 Эсир вара, тӑвансем, ырӑ туса алла ан усӑр. 14 Кам та пулин ҫак ҫырура эпир мӗн каланине итлемест пулсан, унпа асӑрхануллӑ пулӑр* тата ӑна намӑс пултӑр тесе унпа тек ан хутшӑнӑр. 15 Ҫапах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, малалла та ӑна тӑван вырӑнне хурса ӑса кӗртӗр.
16 Мир* Ҫӳлхуҫи сире пур енчен те яланах мир патӑр. Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.
17 Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ хамӑн пур ҫырура та, вӗсем манран пулни паллӑ пултӑр тесе, ҫапла тӑватӑп.
18 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.
Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.
Е «канӑҫлӑх».
Е «хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑ чухне».
Е «пӑхӑнманнисене».
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «тӗрӗс пуҫҫапассинчен пӑрӑнса каясси».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн ҫӑварӗн сывлӑшӗпе».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗрентнӗ йӑла-йӗркесене».
Е «ҫирӗплетчӗр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».
Е, тен, «вӗсене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «панӑ йӑла-йӗркесемпе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ун ҫине паллӑ лартӑр».
Е «канӑҫлӑх».