ФЕССАЛОНИКӐРИ
ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ
1 Павел, Силуа́н* тата Тимофей — пирӗн Атте Турӑпа тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑракан Фессалоникӑри пухӑва.
Сирӗнпе пӗрле виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
2 Хамӑр кӗлӗсенче сире пурне те аса илнӗ чухне эпир яланах Турра тав тӑватпӑр. 3 Эсир ӗненсе, юратса ӗҫленине тата хамӑрӑн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ҫине шаннине пула йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернине эпир хамӑр Атте Турӑ умӗнче нихӑҫан та манмастпӑр. 4 Тӑвансем, Турӑ юратаканскерсем, вӑл сире суйласа илнине эпир пӗлетпӗр. 5 Мӗншӗн тесен сире ырӑ хыпара пӗлтернӗ чухне эпир ӑна сӑмахпа кӑна каламарӑмӑр, святой сывлӑш хӑвачӗпе пӗр иккӗленмесӗр каларӑмӑр, ҫав хыпар сирӗн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Сирӗнпе пӗрле пулнӑ чухне эпир сирӗншӗн мӗнлерех ҫынсем пулса тӑнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. 6 Эсир, пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫаран тӗслӗх илсе, нумай асап курнине пӑхмасӑрах Турӑ сӑмахне святой сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. 7 Ҫапла майпа эсир хӑвӑр та Македонири тата Ахайӑри ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр.
8 Сире пула Иеговӑн* сӑмахне Македонире тата Ахайӑра кӑна мар, ытти вырӑнсенче те илтрӗҫ, тата эсир Турра ӗненни ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлчӗҫ, ҫавӑнпа пирӗн урӑх нимӗн те калама кирлӗ мар. 9 Эпир сирӗнпе пӗрремӗш хут мӗнле тӗл пулни ҫинчен тата эсир чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлес* тесе хӑвӑрӑн йӗрӗхсене хӑварса Турӑ енне ҫаврӑнни ҫинчен пурте каласа параҫҫӗ. 10 Ҫакна эсир вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире Туррӑн ҫитес ҫиллинчен хӑтаракан Иисус, тӳперен килессе кӗтсе тӑрас тесе те турӑр.
2 Тӑвансем, эпир сирӗн пата пыни усӑсӑр пулманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. 2 Пире Филиппӑра асаплантарса, хур туса пӗтернине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Анчах та питӗ хытă хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Туррӑн ырӑ хыпарне пирӗн пӗлтермелле пултӑр тесе Турӑ пире хӑюлӑх пачӗ. 3 Пирӗн сӑмахра тӗрӗс марри те, усал шухӑш-кӑмӑл та, ултав та ҫук. 4 Пачах урӑхла, Турӑ пире ырӑ хыпар пӗлтерме юрӑхлӑ тесе ҫак ӗҫе хӑй шанса панӑ, ҫавӑнпа каласса та эпир ҫынсене юрас тесе мар, пирӗн чӗресене тӗрӗслекен Турра юрас тесе калатпӑр.
5 Хӑвӑр та пӗлетӗр: эпир сирӗнтен мӗн те пулин илес шухӑшпа сирӗнпе нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, сире улталаман. Ҫакна Турӑ та пӗлет! 6 Пире ҫынсем мухтани те кирлӗ мар: эсир мухтани те, кам та пулин урӑххи мухтани те кирлӗ мар. Ҫапах та эпир, Христосӑн апостолӗсем пулнӑ май, эсир пирӗн тӑкаксене саплаштарасса кӗтме пултарнӑ. 7 Анчах та эпир, ӗмӗртекен амӑшӗ хӑйӗн ачишӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнӑ пек, сирӗнпе ҫепӗҫ пултӑмӑр. 8 Пирӗн чӗрере ҫавӑн пек ҫепӗҫ туйӑм пулнӑран эпир сире Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерме ҫеҫ мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр, мӗншӗн тесен эпир сире питӗ хытӑ юратрӑмӑр.
9 Тӑвансем, эпир халран кайиччен ӗҫленине эсир хӑвӑр та астӑватӑр ӗнтӗ. Сирӗн патра Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтернӗ чухне, сирӗнтен никама та чӑрмав кӳрес мар тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлесе хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑтӑмӑр. 10 Сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне эпир чунтан парӑннине, тӳрӗ пулнине тата айӑпсӑр пулнине эсир хӑвӑр та курса тӑтӑр, Турӑ та ҫакна пӗлет. 11 Ашшӗ хӑйне ачисемпе мӗнле тытать, эпир те хамӑра сирӗнпе ҫапла тытнине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлетӗр: эпир сирӗнтен кашнине хавхалантартӑмӑр, йӑпатрӑмӑр, ӳкӗтлерӗмӗр. 12 Эпир ҫакна сире хӑйӗн Патшалӑхне кӗме тата мухтава тухма чӗнекен Турра сирӗн юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑр тесе турӑмӑр.
13 Пирӗнтен Туррӑн сӑмахне илтсен, эсир ӑна ҫын сӑмахӗ вырӑнне хурса мар, Туррӑн сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑннӑшӑн эпир Турра яланах тав тӑватпӑр. Эсир йышӑннӑ сӑмах — чӑнах та Туррӑн сӑмахӗ, вӑл сирӗн ҫине, ӗненекенсем ҫине, витӗм кӳрсе тӑрать. 14 Тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан Иудейӑри Туррӑн пухӑвӗсем пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен хӗн курнӑ пек, эсир те хӑвӑр халӑх ҫыннисенчен хӗн куртӑр. 15 Иудейсем Иисус Ҫӳлхуҫана та, пророксене те вӗлернӗ, вӗсем пире те хӗсӗрлерӗҫ. Вӗсем Турра юрӑхлине тумаҫҫӗ, пурне те сиен кӳреҫҫӗ ҫеҫ: 16 эпир урӑх халӑх ҫыннисене вӗсен мӗнле ҫӑлӑнмалли ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтеретпӗр, иудейсем вара пире чарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла тунӑран вӗсен ҫылӑхӗсем хушӑнсах пыраҫҫӗ. Анчах вӗсене Туррӑн ҫилли ҫитетех.
17 Тӑвансем, пире сирӗнтен пӗр вӑхӑтлӑха уйӑрсан (эпир сирӗнпе пӗрле пулман пулсан та, эсир пирӗн чӗререччӗ), сирӗнпе тӗл пулас тесе эпир тем пекех тӑрӑшрӑмӑр, мӗншӗн тесен сире питӗ курас килетчӗ. 18 Эпир сирӗн пата пырасшӑнччӗ. Эпӗ, Павел, пӗрре анчах мар, икӗ хутчен те пыма тӑрӑшрӑм. Анчах та Шуйттан пирӗн ҫула пӳлсе тӑчӗ. 19 Пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫа килсен*, кам пирӗн шанчӑк, пирӗн савӑнӑҫ, пирӗн награда* пулӗ? Эсир мар-и вара? 20 Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр.
3 Ҫавӑнпа та хамӑра сирӗнтен уйӑрнине тек чӑтса тӑрайманнипе эпир акӑ мӗн тума шутларӑмӑр: хамӑр ӗнтӗ Афинӑрах юлас терӗмӗр, 2 сирӗн пата вара пирӗн Тимофей тӑвана, Христос ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерекен Туррӑн ӗҫлекенне, ярас терӗмӗр. Сирӗн хытӑрах ӗненмелле пултӑр тесе эпир ӑна сире ҫирӗплетме тата йӑпатма ятӑмӑр, 3 ҫапла вара сирӗнтен пӗри те ҫак асапсене пула ан хавшатӑр* терӗмӗр. Пирӗн ҫакӑн пек асапсене тӳсмеллине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, 4 мӗншӗн тесен пирӗн хӗн-асап курмалла пулать тесе эпир сире хӑвӑр патра пулнӑ чухнех калаттӑмӑрччӗ. Ҫапла пулса тухрӗ те, кӑна хӑвӑр та пӗлетӗр. 5 Ҫавӑнпа ӗнтӗ урӑх чӑтса тӑрайманнипе эпӗ сирӗн пата Тимофея ятӑм. Эпӗ эсир Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманнине, Шуйттан* сире илӗртсе улталанипе улталаманнине пӗлесшӗнччӗ. Ҫапла пулнӑ пулсан, пирӗн ӗҫ сая кайнӑ пулӗччӗ.
6 Акӑ ӗнтӗ Тимофей тин ҫеҫ сирӗн патран лайӑх хыпарпа таврӑнчӗ. Вӑл эсир шанчӑклӑ пулни ҫинчен тата юратса пурӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл эсир пире яланах ырӑпа асӑнни ҫинчен тата, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пекех, эсир те пире питӗ курасшӑн пулни ҫинчен каласа пачӗ. 7 Тӑвансем, пирӗн нуша курма тата хӗн-асап тӳсме тивет пулин те, эсир ҫапла шанчӑклӑ пулни пире йӑпатрӗ. 8 Эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре ҫирӗп тӑнине пӗлсен эпир хавхалантӑмӑр*. 9 Сирӗншӗн тата эсир пире кӳнӗ пысӑк савӑнӑҫшӑн Турра мӗнле тав тумалла-ши пирӗн? 10 Сире курасчӗ тесе тата эсир ӗненнинче мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшсах кӗлтӑватпӑр.
11 Пирӗн Атте Турӑ тата пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫа пире сирӗн пата пыма май паччӑрах. 12 Унтан та ытла, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне тата ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ. Сирӗн чӗре те, пирӗнни пекех, юратупа тултӑр. 13 Ҫапла вара Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хӑйӗн сӑваплисемпе пуринпе те килнӗ* чухне Атте Туррӑмӑр умӗнче сирӗн ҫирӗп, айӑпсӑр тата сӑваплӑ пулмалла пултӑрччӗ.
4 Тӑвансем, Турра мӗнле юраса пурӑнмаллине эпир сире вӗрентрӗмӗр, эсир ҫапла пурӑнатӑр та. Халӗ вара эпир сире Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тархаслатпӑр: малалла та ҫапла пурӑнӑр, ҫак тӗлӗшрен тата тӑрӑшуллӑрах пулӑр. 2 Эпир сире Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе мӗнле хушусем панине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.
3 Сирӗн сӑваплӑ пулмалла тата аскӑнлӑхран* пӑрӑнмалла тет Турӑ. 4 Сирӗнтен кашнин хӑйӗн кӗлетки* сӑваплӑ та чыслӑ пултӑр тесен ӑна мӗнле чармаллине* пӗлмелле. 5 Сирӗн, Турра пӗлмен ҫынсем пек, тӑрана пӗлмесӗр ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑл хыҫҫӑн каймалла мар. 6 Никамӑн та ҫак тӗлӗшрен чикерен тухмалла мар тата ҫак ӗҫсене тунипе хӑйӗн тӑванне сиен кӳмелле мар, мӗншӗн тесен Иегова* ҫак ӗҫсемшӗн пуриншӗн те наказани парать. Эпир сире унччен ҫакӑн ҫинчен каланӑччӗ тата хыттӑн асӑрхаттарнӑччӗ. 7 Турӑ пире таса маррине тума чӗнсе илмен, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнӗ. 8 Ҫавӑнпа та кам ҫак асӑрхаттарӑва ним вырӑнне те хумасть, ҫавӑ ҫынна мар, Турра, сире хӑйӗн святой сывлӑшне паракана, ним вырӑнне те хумасть.
9 Пӗр-пӗрне тӑванла юратмалли ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне юратма сире Турӑ хӑй вӗрентнӗ. 10 Эсир Македонири тӑвансене пурне те юрататӑр ӗнтӗ. Анчах та эпир сире, тӑвансем, тата ытларах юратма ӳкӗтлетпӗр. 11 Эпир сире хушнӑ пек, ҫын ӗҫне сӑмсана чикмесӗр лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑра мӗн кирлине хӑвӑр алӑпа ӗҫлесе илме тӑрӑшӑр. 12 Вара ҫынсем эсир ҫапла пурӑннине курса сире хисеплӗҫ тата сирӗн ҫитменни нимӗн те пулмӗ.
13 Тӑвансем, сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек, хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе эпир сире вилнисемпе мӗн пуласси ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. 14 Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсан, Турӑ Иисуспа пӗрлӗхре тӑнисенчен вилнисене те, вӗсем унпа* пӗрле пулччӑр тесе, чӗртсе тӑратасса ӗненетпӗр. 15 Иегова* пӗлтернипе эпир сире ҫапла калатпӑр: Ҫӳлхуҫа килнӗ* вӑхӑтра пирӗнтен камсем чӗрӗ пулӗҫ, ҫавсем вилнисенчен маларах тӳпене ҫӗкленмӗҫ. 16 Мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа хӑй тӳперен Турӑ трубипе анӗ, вара вӑл архангел сассипе хушу парӗ те, Христоспа пӗрлӗхре тӑнисенчен кам вилнӗ, ҫавсем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 17 Унтан эпир, чӗррисем, Ҫӳлхуҫапа тӳпере тӗл пулмашкӑн пӗлӗтсем ӑшӗнче вӗсем патне хӑпарӑпӑр; вара эпир яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр. 18 Ҫак сӑмахсемпе пӗр-пӗрне йӑпатӑр.
5 Тӑвансем, сирӗн пата вӑхӑтсемпе тапхӑрсем ҫинчен ҫырса яма кирлӗ те мар. 2 Иеговӑн* кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килессе эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлетӗр. 3 Ҫынсем: «Мир тата хӑрушсӑрлӑх!» — тенӗ чухне вӗсем пӗтесси сасартӑк, хӗрарӑм ача ҫуратас умӗн сасартӑк асапланма пуҫланӑ пек, пулӗ. Вара вӗсем ниепле те хӑтӑлаймӗҫ. 4 Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫавӑнпа та, вӑрӑсемшӗн кун ҫути кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ пек, ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ҫитмӗ. 5 Мӗншӗн тесен эсир пурте — ҫутӑ ывӑлӗсем тата кун ывӑлӗсем. Эпир каҫ ывӑлӗсем те мар, тӗттӗмлӗх ывӑлӗсем те мар.
6 Эппин, ыттисем пек ҫывӑрар мар, сыхӑ тӑрар, ӑслӑ-тӑнлӑ* пулар. 7 Ҫывӑракансем ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ӗҫсе ӳсӗрӗлекенсем те ҫӗрле ӳсӗр. 8 Эпир вара, кун ывӑлӗсем пулнӑ май, ӑслӑ-тӑнлӑ пулар, ӗненӳпе юратӑвӑн кӑкӑрлӑхне* тӑхӑнар, ҫӑлӑнас шанчӑка та шлем пек тӑхӑнар. 9 Мӗншӗн тесен Турӑ пире хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама суйласа илнӗ. 10 Вӑл пирӗншӗн вилнӗ, ҫавӑнпа та эпир — сыхӑ тӑратпӑр-и е ҫывӑратпӑр-и* — унпа пӗрле пурӑнма пултаратпӑр. 11 Апла пулсан, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарса*, ҫирӗплетсе тӑратӑр, малалла та ҫаплах тӑвӑр.
12 Тӑвансем, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ӗҫӗнче ертсе пыракансене тата ӑса вӗрентекенсене хисеплеме ыйтатпӑр. 13 Ҫак ҫынсене вӗсен ӗҫӗшӗн хаклӑр тата юратӑр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 14 Тӑвансем, тата сире тархасласа калатпӑр: итлеменнисене ӑса кӗртӗр*, хуйха ӳкнисене йӑпатӑр, халсӑррисене пулӑшӑр, пуринпе те тӳсӗмлӗ пулӑр. 15 Асӑрханӑр: никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр.
16 Яланах савӑнӑр. 17 Пӗрмаях кӗлтӑвӑр. 18 Пуриншӗн те тав тӑвӑр. Турӑ сирӗнтен, Христос Иисусӑн вӗренекенӗсенчен, ҫапла тӑвасса кӗтет те. 19 Турӑ сывлӑшӗн ҫулӑмне ан сӳнтерӗр. 20 Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни сирӗн ан пултӑр. 21 Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр; мӗн ырӑ, ҫавна туса тӑрӑр. 22 Кирек мӗнле усаллӑхран та пӑрӑнӑр.
23 Мир* Турри хӑй сире пӗтӗмпех сӑваплӑ туса ҫитертӗр. Сирӗн сывлӑш*, чун* тата кӗлетке пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа килнӗ* вӑхӑтра пур тӗлӗшрен те тӗрӗс-тӗкелех тата пӗр айӑпсӑр упранса юлтӑр. 24 Сире чӗнсе илекенни шанчӑклӑ, вӑл ҫавна тӑватех.
25 Тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтусах тӑрӑр.
26 Тӑвансене пурне те чуптуса* саламлӑр.
27 Ҫӳлхуҫа ячӗпе тархаслатӑп сире: ҫак ҫырӑва тӑвансене пурне те вуласа парӑр.
28 Пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.
Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.
Е «канӑҫлӑх».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Туррӑн чурисем пулас».
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫ кӑшӑлӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ан сулӑнтӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Илӗртекен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпир пурӑнатпӑр».
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «савӑчӗ».
Е «тыткаламаллине».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Урӑхла каласан, Иисуспа.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «урӑ».
Кунта ҫак сӑмах салтакӑн кӑкӑрне хӳтӗлекен вӑрҫӑ хатӗрне пӗлтерет.
Е «вилӗм ыйхипе ҫывӑратпӑр-и».
Е «йӑпатса».
Е «асӑрхаттарӑр».
Е «канӑҫлӑх».
Е «шухӑш-кӑмӑл».
Е «пурнӑҫ». Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.
Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.