КОЛОССӐРИ
ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1 Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, тата пирӗн тӑван Тимофей — 2 Колоссӑри сӑваплӑ та шанчӑклӑ тӑвансене, Христоспа пӗрлӗхре тӑракансене.
Пирӗн Атте Турӑран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
3 Эпир сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр. 4 Мӗншӗн тесен эсир Христос Иисуса ӗненнине тата пур сӑваплӑ ҫынна та юратнине эпир илтрӗмӗр. 5 Тӳпере хӑвӑр валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавна илме шанчӑк пуррине пула эсир ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ. Эсир ҫак шанчӑк ҫинчен чӑнлӑх сӑмахне, ырӑ хыпара, илтсен пӗлнӗ, 6 вӑл сирӗн пата ҫитнӗ. Ҫак хыпар ҫимӗҫ кӳрет тата пӗтӗм тӗнчипе сарӑлса пырать. Ҫапла майпах вӑл сирӗн хушшӑрта та, эсир Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен илтсе вӑл мӗн иккенне пӗлнӗ кунран пуҫласа, ҫимӗҫ кӳрет тата сарӑлса пырать. 7 Эсир ҫак ырӑлӑх ҫинчен хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан* юратнӑ Эпафрасран пӗлнӗ. Вӑл Христосӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, сире пирӗн вырӑна вӑл пулӑшса тӑрать. 8 Ҫавӑн пекех вӑл пире эсир святой сывлӑш пулӑшнипе юрату кӑтартни ҫинчен каласа пачӗ.
9 Акӑ мӗншӗн эпир ҫакӑн ҫинчен илтнӗ кунранпах сирӗншӗн кӗлтума чарӑнмастпӑр. Эпир Турра кӗлтуса сирӗн унӑн ирӗкне тӗп-тӗрӗс пӗлмелле пултӑр тесе, пӗтӗм ӑслӑлӑха илмелле пултӑр тесе тата святой сывлӑш сире ӑнланас пултарулӑх патӑр тесе ыйтатпӑр. 10 Вара эсир Иеговӑн* ӗҫлекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла, хӑвӑра ҫавӑн пек тытма пултарӑр, ҫапла вара ырӑ ӗҫсем туса тата Турӑ ҫинчен ытларах та ытларах тӗрӗс пӗлӳ илсе ӑна пур тӗлӗшрен те юраса пурӑнӑр. 11 Турӑ хӑйӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе усӑ курса сире пысӑк вӑй патӑр тесе кӗлтӑватпӑр, вара эсир тӳсӗмлӗ пулса тата савӑнса пӗтӗмпех чӑтса ирттеретӗр. 12 Аттене тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл сире еткер илме юрӑхлӑ тунӑ, ӑна вӑл ҫутӑра ҫӳрекен сӑваплӑ ҫынсене пама сӑмах панӑ.
13 Вӑл пире тӗттӗмлӗх влаҫӗнчен хӑтарса хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн патшалӑхне куҫарнӑ. 14 Ывӑлӗ урлӑ, пире тӳлесе илнине пула, эпир ирӗке тухнӑ, пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑннӑ. 15 Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ, Турӑ пултарнисенчен пӗрремӗшӗ*. 16 Тӳпере тата ҫӗр ҫинче ыттине пурне те, куҫа курӑнаканнине те, курӑнманнине те: престолсене, пуҫлӑхсене, патшалӑхсене, влаҫсене — вӑл пулӑшнипе тунӑ. Ҫаксене пурне те ун урлӑ тата ун валли тунӑ. 17 Вӑл пуринчен те малтанах пулнӑ, ыттине пурне те вӑл пулӑшнипе тунӑ. 18 Вӑл — кӗлеткен, урӑхла каласан пухӑвӑн, пуҫӗ. Вӑл — пуҫламӑшӗ, пур тӗлӗшрен те малта пулмашкӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ*. 19 Мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн лайӑх енӗсем пурте* Христосра пулччӑр тенӗ. 20 Турӑ ыттисене пурне те: ҫӗр ҫинчисене те, тӳперисене те — Христос урлӑ, вӑл асап юпи* ҫинче юхтарнӑ юн урлӑ, хӑйӗнпе мирлештерес тенӗ.
21 Тахҫан эсир Турӑран ютшӑннӑ пулнӑ, унӑн тӑшманӗсем пулнӑ, мӗншӗн тесен усал ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳренӗ. 22 Халӗ вара, хӑйне вилме панӑ Христосӑн кӗлетки урлӑ Турӑ сире хӑйӗнпе мирлештернӗ. Ҫакна вӑл сирӗн хӑй умӗнче сӑваплӑ, пӗр кӑлтӑксӑр тата пӗр айӑпсӑр пулмалла пултӑр тесе тунӑ. 23 Анчах сирӗн малалла та ӗненсе пурӑнмалла, ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче ҫирӗп, тӗреклӗ* тӑмалла тата ырӑ хыпара илтсе хӑвӑр илнӗ шанчӑка ҫухатмалла мар. Ҫак хыпара пӗтӗм тӗнчипе* пӗлтерсе тухнӑ. Мана, Павела, ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме хушнӑ.
24 Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑшӑн савӑнатӑп. Эпӗ Христос тӳснӗ асапсенех тӳсетӗп, анчах хальлӗхе эпӗ унӑн кӗлеткишӗн, урӑхла каласан пухушӑн, асапсене пӗтӗмпех тӳсмен-ха. 25 Эпӗ ҫак пухушӑн ӗҫлесе тӑраканӗ пулса тӑтӑм, Турӑ мана ҫак ӗҫе сире усӑ пултӑр тесе шанса пачӗ*. Вӑл мана хӑйӗн сӑмахне пӗлтерсе тухма хушрӗ. 26 Ун шутне сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх та кӗрет. Ӑна ӗмӗрсем хушши пытарса тӑнӑ, унчченхи ӑрусем ун ҫинчен пӗлмен. Халӗ вара ӑна сӑваплӑ ҫынсене уҫса панӑ. 27 Турӑ ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӑн чаплӑ пуянлӑхӗ ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтересшӗн пулнӑ. Ҫак вӑрттӑнлӑх вӑл — сирӗнпе пӗрлӗхре тӑракан Христос, эсир унпа пӗрле мухтава тухас шанчӑк. 28 Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, пур ҫынна та асӑрхаттаратпӑр* тата пӗтӗм ӑслӑлӑхпа усӑ курса вӗрентетпӗр. Ҫакна эпир Турӑ умӗнче пур ҫын та Христосӑн ҫитӗннӗ вӗренекенӗ пултӑр тесе тӑватпӑр. 29 Ҫавӑншӑн эпӗ ӗҫлетӗп те, унӑн хӑвачӗ пулӑшнипе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатӑп.
2 Эпӗ сирӗншӗн, ҫавӑн пекех Лаодикирисемшӗн тата мана палламаннисемшӗн епле вӑйлӑ кӗрешнине сирӗн пӗлмелле пултӑр тетӗп. 2 Ҫакна эпӗ сире пурне те йӑпатас тата юратупа пӗрлештерес тесе тӑватӑп. Ҫапла эсир мӗнпур пуянлӑха илетӗр, урӑхла каласан, Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен калакан тӗп-тӗрӗс пӗлӗве илетӗр тата ӑна лайӑх ӑнланатӑр. Ҫав вӑрттӑнлӑх вӑл — Христос. 3 Ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗнпур пуянлӑхӗ унра пытарӑннӑ. 4 Ҫакна эпӗ никам та сире чее сӑмахсемпе* ан улталатӑр тесе калатӑп. 5 Эпӗ хам сирӗнпе мар пулин те, шухӑшсемпе эпӗ сирӗнпе пӗрле. Сирӗн пурте йӗркеллӗ пулнине тата эсир Христоса хытӑ ӗненнине пӗлсе эпӗ савӑнатӑп.
6 Апла, Христос Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ хыҫҫӑн малалла та вӑл пурӑннӑ пек пурӑнӑр*. 7 Хӑвӑра вӗрентнӗ пек, ӑна хӑвӑрӑн никӗс туса тата тарӑн тымар янӑ йывӑҫ пек пулса ун ҫинче ҫирӗп тӑрӑр, ӗненӳре тӗреклӗленсе пырӑр, Турра тав тусах тӑрӑр.
8 Астӑвӑр, сире никам та философипе тата суя сӑмахсемпе тыткӑна ан илтӗр*. Вӗсем ҫынсен йӑли-йӗркисем ҫинче, ҫак тӗнчере сарӑлнӑ шухӑшсем ҫинче тытӑнса тӑраҫҫӗ, Христосӑн вӗрентӗвӗсем ҫинче тытӑнса тӑмаҫҫӗ. 9 Анчах та Туррӑн пур лайӑх енӗ те* — Христосра. 10 Ҫавӑнпа ӑна пула эсир мӗн кирлине пурне те илтӗр. Вӑл пур патшалӑхӑн та, пур влаҫӑн та пуҫӗ. 11 Эсир унпа пӗрлӗхре пулнӑран сирӗн ӳте кастарнӑ, анчах та ҫакна ҫын аллипе туман. Ҫакӑн пек ӳт кастарни — ҫылӑхлӑ кӗлеткерен хӑтӑлни. Ҫапла майпа Христосӑн ӗҫлекенӗсен ӳтне кастараҫҫӗ. 12 Эсир вӑл шыва кӗнӗ пек шыва кӗрсен*, сире унпа пӗрле пытарнӑ пулнӑ, тата, эсир унпа пӗрлӗхре тӑнӑран тата ӑна чӗртсе тӑратнӑ Туррӑн вӑйне ӗненнӗрен, сире унпа пӗрле чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ.
13 Унччен эсир хӑвӑрӑн ҫылӑхсене пула тата ӳт кастарманнине пула вилнӗ пулнӑччӗ, анчах та Турӑ сире унпа пӗрле чӗртсе тӑратнӑ. Турӑ пирӗн пур ҫылӑха та пӗтӗм чӗререн каҫарнӑ 14 тата пире хирӗҫ пулнӑ закона пӗтернӗ. Вӑл ҫак закона юпа ҫине пӑталаса пӑрахӑҫланӑ. 15 Унпа* вӑл патшалӑхсемпе влаҫсене хӗҫ-пӑшалсӑр хӑварнӑ* та, вӗсене ҫӗнтернине кӑтартса тата вӗсене тыткӑна илнисене пек ертсе пырса, пурин умне те кӑларса тӑратнӑ.
16 Ҫавӑнпа та сире мӗн ҫимеллине, мӗн ӗҫмеллине е ҫулсеренхи уявсене, ҫӗнӗ уйӑх кунне, шӑматкуна тытса тӑмаллипе тытса тӑмалла маррине калама никамӑн та ирӗк ҫук. 17 Ҫаксем пурте — пулас япаласен ӗмӗлки, вӗсем пурте Христосра пурнӑҫланаҫҫӗ. 18 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ пек кӑтартаҫҫӗ, ангелсене пуҫҫапаҫҫӗ* тата хӑйсем мӗн курнипе* мухтанаҫҫӗ, анчах ҫакӑн пек ҫынсене хӑвӑра награда илме чӑрмантарма ан парӑр. Ҫылӑхлӑ ҫынсем пек шухӑшланине пула вӗсем ним ҫук ҫӗртенех мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. 19 Тата вӗсем пуҫа* пӑхӑнмаҫҫӗ, ун урлӑ вара кӗлетке хӑйне мӗн кирлине веҫех илсе тӑрать, тата ӑна пула кӗлеткен пур пайӗ те пӗр-пӗринпе шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе килӗшӳллӗн сыпӑнса Туррӑн вӑйӗпе ҫирӗпленсе ӳссе пырать.
20 Эсир Христоспа пӗрле вилсе ҫак тӗнчере сарӑлнӑ шухӑшсенчен хӑтӑлтӑр пулсассӑн, мӗншӗн-ха эсир халӗ те ҫак тӗнченӗн пулнӑ пек пурӑнатӑр? Мӗншӗн эсир ҫак хушусене: 21 «ан тыт», «ан ҫи», «ан тӗкӗн» тенисене — тытса тӑратӑр? 22 Ҫак хушусем ӗҫнӗ-ҫинӗ чухне пӗтекен япаласемпе ҫыхӑннӑ, вӗсем — ҫынсен хушӑвӗсемпе вӗрентӗвӗсем анчах. 23 Вӗсене тытса тӑракансем Турра хӑйсем пуҫҫапас тенӗ пек пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ пек кӑтартаҫҫӗ тата хӑйсен кӗлеткине асап кӳреҫҫӗ. Ҫак хушусем ӑслӑ пек курӑнаҫҫӗ пулин те, ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме вӗсем пӗртте пулӑшмаҫҫӗ.
3 Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑтӑр пулсан, малалла та тӳперине шырӑр, унта Туррӑн сылтӑм енче Христос ларать. 2 Ҫӗр ҫинчи ҫинчен мар, тӳпери ҫинчен шухӑшлӑр. 3 Мӗншӗн тесен эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурнӑҫа Турӑпа пӗрлӗхре тӑракан Христоса шанса панӑ. 4 Христос — пирӗн пурнӑҫ — хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартсан, эсир те унпа пӗрле мухтавлӑ пулни палӑрӗ.
5 Ҫавӑнпа та хӑвӑр ҫӗр ҫинчи кӗлеткен кӑмӑл-туртӑмӗсене пӗтерӗр*: ан аскӑнланӑр*, таса маррине ан тӑвӑр, ар хутшӑнӑвне кӗресшӗн ан антӑхӑр, япӑххине тӑвасшӑн ан ҫунӑр, ан ҫӑткӑнланӑр, мӗншӗн тесен ҫӑткӑнланни вӑл йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех. 6 Ҫакӑн пек ӗҫсене тӑвакансене Турӑ хӑйӗн ҫиллине кӑтартӗ. 7 Унччен эсир те хӑвӑра ҫапла тытаттӑрччӗ. 8 Халӗ вара ҫаксене пурне те тума: ҫилленме, тарӑхма, усал тума, хӑртма тата киревсӗр* калаҫма — пӑрахӑр. 9 Пӗр-пӗрне ан суйӑр. Кивӗ ҫын пулма тата унччен тунӑ ӗҫсене тума пӑрахӑр.* 10 Ҫӗнӗ ҫын пулӑр*, вӑл чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлсе пынине пула хӑйне тунӑ Турӑ евӗрлӗ пулса ҫӗнелсе пырать. 11 Апла ӗнтӗ грек та, еврей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, ют ҫӗршыв ҫынни те, скиф* та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗтӗмпех тата пуринче те — Христос.
12 Эппин, Турӑ суйласа илнисем тата унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулнӑ май чун-чӗререн хӗрхенӗр, ырӑ пулӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, йӑваш та тӳсӗмлӗ пулӑр*. 13 Пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтӑр, кӳренме сӑлтав пур пулсан та, пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр. Иегова* сире пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ пекех, эсир те ҫаплах каҫарӑр. 14 Тата юратакан пулӑр*, мӗншӗн тесен юрату пӗрлештерет*.
15 Сирӗн чӗрере Христосӑн канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, мӗншӗн тесен сире пӗр кӗлетке пулма тата ҫав канӑҫлӑха илме чӗнсе илнӗ. Тав туса пурӑнӑр. 16 Христосӑн сӑмахӗ сирӗн ӑшра пурӑнтӑр тата вӑл сире пӗтӗм ӑслӑлӑха патӑр. Псаломсемпе, Турра мухтава кӑларакан юрӑсемпе тата ӑна пуҫҫапнӑ чухне юрламалли юрӑсене пархатарлӑ пулса юрланипе пӗр-пӗрне вӗрентсе, хавхалантарса тӑрӑр. Иеговӑна* пӗтӗм чӗререн* мухтаса юрлӑр. 17 Эсир кирек мӗн каласан та, кирек мӗн тусан та пурне те Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӑвӑр, ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.
18 Арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене пӑхӑнса тӑрӑр, сирӗнтен ҫакна Ҫӳлхуҫа кӗтет. 19 Упӑшкасем, хӑвӑр арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе хаяр ан пулӑр. 20 Ачасем, аҫӑр-аннӗре яланах итлӗр, мӗншӗн тесен ку Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ. 21 Ашшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ан тарӑхтарӑр, вӗсен кӑмӑлӗ ан хуҫӑлтӑр. 22 Чурасем, хӑвӑрӑн хуҫасене яланах пӑхӑнса тӑрӑр — вӗсем курса тӑнӑ чухне ҫеҫ мар, ҫынна юрас тесе те мар, чун-чӗререн, Иеговӑран* хӑранӑран* пӑхӑнса тӑрӑр. 23 Кирек мӗн тунӑ чухне те, ҫавна ҫыншӑн тунӑ пек мар, Иеговӑшӑн* тунӑ пек, пӗтӗм чунтан тӑвӑр, 24 мӗншӗн тесен эсир ҫавӑншӑн Иеговӑран* награда, еткер, илессе пӗлетӗр. Хӑвӑр Хуҫашӑн, Христосшӑн, чурасем пек ӗҫлесе тӑрӑр. 25 Кам усал тӑвать, вӑл ҫавӑншӑн наказани илӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть.
4 Хуҫасем, хӑвӑрӑн та тӳпере Хуҫа пулнине пӗлсе, хӑвӑра чурӑрсемпе тӳрӗ те тӗрӗс тытӑр.
2 Яланах кӗлтӑвӑр, ҫавна тума манса ан кайӑр* тата кӗлтунӑ чухне Турра тав тӑвӑр. 3 Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ хӑйӗн сӑмахӗ валли алӑк уҫтӑр, ҫапла вара Христос ҫинчен калакан сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха калама пирӗн май пултӑр. Ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхшӑн эпӗ тӗрмере ларатӑп та. 4 Манӑн ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен уҫӑмлӑн пӗлтермелле пултӑр тесе те кӗлтӑвӑр, манӑн ӑна ҫапла пӗлтермелле те.
5 Пухура маррисемпе* пулнӑ чухне хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тытӑр тата вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр*. 6 Сирӗн сӑмахсем, тӑвар ярса апата тутӑ кӗртнӗ пекех, яланах кӑмӑллӑ пулччӑр, вара эсир кашни ҫынна мӗнле хуравламаллине пӗлӗр.
7 Ти́хик — манӑн юратнӑ тӑван тата, пирӗн пекех, Ҫӳлхуҫашӑн чура пек шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан — сире ман ҫинчен веҫех каласа парӗ. 8 Вӑл пирӗн ӗҫсем мӗнле пынине каласа патӑр тесе тата сире йӑпаттӑр тесе эпӗ ӑна сирӗн пата яратӑп. 9 Унпа пӗрле сирӗннисенчен пӗри — манӑн шанчӑклӑ та юратнӑ тӑван Они́сим — пырӗ. Вӗсем сире кунта мӗн пулса иртни ҫинчен веҫех каласа парӗҫ.
10 Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Ариста́рх сире салам ярать тата Варна́вӑн пӗртӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (вӑл сирӗн пата пырас пулсан ӑна хапӑл туса йышӑнма сире хушнӑччӗ ӗнтӗ). 11 Иу́ст теекен Иисус та салам ярать. Вӗсем пурте — ӳт кастарнисем. Вӗсем кӑна манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ, мана питӗ йӑпатаҫҫӗ*. 12 Эпафра́с, Христос Иисусӑн чури, сирӗннисенчен пӗри, салам ярать. Вӑл, сирӗн ҫитӗннӗ ҫынсем пек ҫирӗп тӑмалла пултӑр тесе тата Турӑ ирӗкӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пурне те хытӑ ӗненмелле пултӑр тесе, пӗрмаях тӑрӑшса кӗлтӑвать. 13 Вӑл сирӗншӗн те, Лаодикипе Иерапольти тӑвансемшӗн те питӗ хытӑ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсе калама пултаратӑп.
14 Пирӗн юратнӑ Лука тухтӑр тата Дима́с сире салам яраҫҫӗ. 15 Лаодикири тӑвансене, ҫавӑн пекех Нимфӑна тата унӑн килӗнче пуҫтарӑнакан пухӑва манран салам калӑр. 16 Ҫак ҫырӑва вуласа тухсан ӑна Лаодикири пухӑва ярса парӑр, вӗсем те ӑна вуласа тухчӑр. Эсир те вӗсем патне янӑ ҫырӑва вуласа тухӑр. 17 Ҫавӑн пекех Архипа ҫакна калӑр: «Ҫӳлхуҫа хӑвна шанса панӑ ӗҫе туса ҫитермешкӗн пӗтӗм вӑйна хур».
18 Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.
Е «канӑҫлӑх».
Е «хамӑр пекех чураран».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтан ҫурални».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вилнисенчен малтан ҫурални».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗтӗм туллилӗх».
Словаре пӑхӑр.
Е «хавшамасӑр; иккӗленмесӗр».
Е «тӳпе айӗнчи Турӑ тунисем хушшинче».
Е «управляющи пулма лартрӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑса кӗртетпӗр».
Е «ӗнентерӳллӗ илтӗнекен шухӑшсемпе».
Е «унпа пӗрлӗхре ҫӳрӗр».
Е «тупӑша ярса тытнӑ пек ярса ан тыттӑр».
Е «лайӑх енӗсен туллилӗхӗ».
Ҫакӑнта шыва кӗни Иисусӑн пурнӑҫ ҫулӗпе пынине пӗлтерет. Ҫак пурнӑҫ ҫулӗ вилӗм патне илсе ҫитерет.
Урӑхла каласан, асап юпипе. Е, тен, «Христос пулӑшнипе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫарамаслантарнӑ».
Е, тен, «ангелсем пуҫҫапнӑ пек пуҫҫапаҫҫӗ».
Кунта Павел асамлӑ ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ суя тӗн йӑли-йӗркисенчен илнӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ.
Урӑхла каласан, Христоса.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗлерӗр».
Е «намӑссӑрла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Кивӗ ҫынна унӑн ӗҫӗсемпех хывса пӑрахӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнӑр».
Ӗлӗк скифсем тесе хисепе хуман тӗттӗм ҫынсем пирки каланӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чун-чӗререн хӗрхенессине, ырӑ пулассине, хӑвӑра кӗҫӗне хурассине, йӑвашлӑха тата тӳсӗмлӗхе тӑхӑнӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юрату тӑхӑнӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юрату — пӗрлештерсе тӑракан пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыхӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «хӑвӑр чӗрере».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «кӗлтӑвас тӗлӗшрен сыхӑ тӑрӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тулашӗнчисемпе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑхӑта тӳлесе илӗр».
Е «пулӑшаҫҫӗ тата ҫирӗплетеҫҫӗ».