Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Филиппӑ 1:1—4:23
  • Филиппӑ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Филиппӑ
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Филиппӑ

ФИЛИППӐРИ

ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1 Павелпа Тимофейран, Христос Иисусӑн чурисенчен, — Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан Филиппӑри сӑваплӑ ҫынсем патне пурин патне те, ҫав шутрах старейшинӑсемпе* пухура пулӑшакансем патне.

2 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.

3 Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп, 4 сирӗншӗн пуриншӗн те кашнинчех хӗрӳллӗн кӗлтӑватӑп. Ҫакна эпӗ савӑнса тӑватӑп, 5 мӗншӗн тесен эсир малтанхи кунран пуҫласа халичченех ырӑ хыпар сарма пулӑшса тӑратӑр. 6 Турӑ сирӗн хушшӑрта пуҫланӑ ырӑ ӗҫе Христос Иисус кунӗччен туса ҫитерессе эпӗ ҫирӗп шанатӑп. 7 Сирӗн пирки ҫакӑн пек шухӑшлама манӑн пур сӑлтав та пур, мӗншӗн тесен эсир манӑн чӗрере. Эсир мана эпӗ тӗрмере чухне пулӑшса тӑратӑр, ырӑ хыпара хӳтӗлеме тата ӑна сарассине законлӑ майпа ҫирӗплетме пулӑшатӑр. Ҫапла эсир, ман пекех, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗнчен усӑ илсе тӑратӑр.

8 Эпӗ сире пурне те Христос Иисус юратнӑ пекех чун-чӗререн юратнине тата сирӗншӗн тунсӑхланине Турӑ курса тӑрать. 9 Эсир тӗрӗс пӗлӳ илсе пынӑ май тата Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пынӑ май сирӗн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ тесе эпӗ кӗлтӑватӑп. 10 Сирӗн мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме пӗлмелле пултӑр тесе те кӗлтӑватӑп, вара эсир Христос кунӗччен таса чунлӑ пулатӑр, ыттисен ӗненӗвне хавшатмастӑр*. 11 Тата сирӗн Иисус Христос пулӑшнипе тӳрӗлӗх ҫимӗҫне нумай парса Турра аслӑламалла, мухтава кӑлармалла пултӑр тесе кӗлтӑватӑп.

12 Тӑвансем, эпӗ сире ҫакна пӗлтересшӗн: манӑн лару-тӑру ырӑ хыпара тата ытларах сарма пулӑшрӗ. 13 Эпӗ Христосшӑн тӗрмере ларнине Рим императорӗн хурал салтакӗсем* те, ыттисем те пӗлчӗҫ. 14 Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлекен тӑвансенчен нумайӑшӗ эпӗ тӗрмере пулнине пӗлсен ҫирӗпленчӗҫ, Турӑ сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр калама пуҫларӗҫ.

15 Чӑн та, хӑшӗ-пӗрисем Христос ҫинчен ӑмсаннӑран тата тупӑшнӑран пӗлтереҫҫӗ. Теприсем вара ҫакна ырӑ кӑмӑлтан тӑваҫҫӗ. 16 Вӗсем, мана ырӑ хыпара хӳтӗлеме шанса панине пӗлсе, Христос ҫинчен юратнӑран пӗлтереҫҫӗ. 17 Ӑмсаннӑран тата тупӑшнӑран пӗлтерекенсем вара ҫакна таса шухӑш-кӑмӑлпа тумаҫҫӗ, вӗсем манӑн тӗрмери пурнӑҫа йывӑрлатас теҫҫӗ. 18 Ҫакӑ вара мӗн парать? Кирек мӗнле пӗлтерсен те — чун-чӗререн-и, чун-чӗререн мар-и — Христос ҫинчен калакан хыпар сарӑлать, ҫакӑ мана савӑнтарать. Эпӗ малалла та савӑнӑп, 19 мӗншӗн тесен ҫакна пула, ҫавӑн пекех эсир хӗрӳллӗн кӗлтунине пула тата Иисус Христос сывлӑшӗ пулӑшнине пула эпӗ ҫӑлӑнассине пӗлетӗп. 20 Эпӗ нихӑш енчен те намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, ҫавна питӗ кӗтетӗп. Эпӗ малалла та хӑюллӑн та уҫҫӑн калама пултарассине, ҫапла вара эпӗ* халӗ те унчченхи пекех — пурнӑҫӑмпа-и, вилӗмпе-и — Христоса чапа кӑларассине шанатӑп.

21 Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ырӑлӑх илетӗп. 22 Манӑн малалла та ҫак кӗлеткере пурӑнмалла пулсан, эпӗ малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарӑп. Ҫапах та хам мӗн суйласа илессине калаймастӑп. 23 Ӑна е кӑна суйласа илме мана йывӑр, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак кӗлеткерен ирӗке тухса Христоспа пӗрле пуласшӑн. Ҫакӑ, паллах, чылай лайӑхрах. 24 Апла пулин те, эпӗ малалла та ҫак кӗлеткере пурӑнни сирӗншӗн кирлӗрех. 25 Ҫакна лайӑх ӑнланнӑран эпӗ пӗлсе тӑратӑп: сирӗн ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр тесе тата хӑвӑр ӗненӗвӗрпе савӑнмалла пултӑр тесе эпӗ сирӗнпе пӗрле юлӑп. 26 Ҫапла вара, эпӗ каллех сирӗн пата килсен, хӑвӑр Христос Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнишӗн эсир ытларах савӑнма пултарӑр.

27 Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр* ҫеҫ. Вара эпӗ сирӗн пата пырсан та, пыраймасан та сирӗн ҫинчен лайӑххине илтӗп: эсир пӗр шухӑшлӑ пулса ҫирӗп тӑни ҫинчен, ырӑ хыпара ӗненсе тӑрассишӗн ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен 28 тата эсир хӑвӑра хирӗҫ тӑракансенчен хӑраманни ҫинчен пӗлӗп. Ҫаксем пурте вӗсем пӗтессине, эсир вара ҫӑлӑнассине ҫирӗплетсе параҫҫӗ, ҫакӑ вӑл Турӑран. 29 Сире Христоса ӗненме кӑна мар, уншӑн асапланма май парса та чыс тунӑ. 30 Эсир те эпӗ унччен тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпех кӗрешетӗр. Эпӗ халӗ те вӗсемпе тӗл пулнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.

2 Эсир Христоспа пӗрлӗхре пулса пӗр-пӗрне хавхалантаратӑр пулсан, юратса лӑплантаратӑр, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшатӑр, ӑшӑ туйӑмсем кӑтартатӑр тата хӗрхенетӗр пулсан, 2 малалла та ҫаплах тӑвӑр. Пӗрлӗхре тӑрӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр. Вара эпӗ тата ытларах савӑнӑп. 3 Ниме те пӗр-пӗринпе тупӑшнӑран е чапшӑн ҫуннӑран ан тӑвӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурса ыттисене хӑвӑртан асла хурӑр. 4 Хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшӑр.

5 Сирӗн шухӑш-кӑмӑл Христос Иисусӑнни пекех пултӑр. 6 Вӑл, Турӑ евӗрлӗ пулнӑ пулин те, унӑн вырӑнне йышӑнасси пирки, унпа тан пуласси пирки шухӑшламан та. 7 Пачах урӑхла, вӑл пӗтӗмпех хӑварнӑ та чура пек пулса тӑнӑ, вӑл ҫын* пулса тӑнӑ. 8 Унтан та ытла, ҫын пулса тӑрсан вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса мӗн виличченех — асап юпи* ҫинче виличченех — Турра пӑхӑнса тӑнӑ. 9 Ҫавӑнпа Турӑ ӑна асла кӑларнӑ, ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ. 10 Ҫакна Иисусӑн ятне пурте — тӳперисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те — хисеплеччӗр* тесе 11 тата Атте Турӑ мухтавӗшӗн пурте* Иисус Христос Ҫӳлхуҫа пулнине уҫҫӑн йышӑнччӑр тесе тунӑ.

12 Юратнӑ тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе пулнӑ чухне эсир яланах итлесе пурӑннӑ, халӗ вара, эпӗ сирӗнпе пулман чухне, эсир тата ытларах итлеме хатӗр. Ҫӑлӑнас тесе малалла та вӑй хурӑр, ҫакна тӑвасса та Турӑран хӑраса тата ӑна чунтан хисеплесе* тӑвӑр. 13 Мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн кӑмӑлӗпе килӗшӳллӗн сире ҫирӗплетсе тӑрать, хӑйне юрӑхлине тума сире кӑмӑл та, вӑй та парать. 14 Пурне те пӗр ӳпкелешмесӗр, тавлашмасӑр тӑвӑр. 15 Ҫапла вара эсир Туррӑн таса та айӑпсӑр ачисем пулатӑр, пӑсӑк та аскӑн ҫынсем* хушшинче таса тӑрса юлнипе эсир ҫак тӗнчере ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек пулатӑр. 16 Пурнӑҫ сӑмахне ҫирӗп тытса тӑрӑр. Вара хам вӑй хуни* тата тӑрӑшса ӗҫлени ахалех пулманнине пӗлсе эпӗ Христос кунӗнче савӑнма пултарӑп. 17 Эпӗ, эсир ӗненнӗрен паракан парне ҫине тата ӗненнӗрен тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ ҫине парнене кӳрекен хӗрлӗ эрех пек юхса пӗтетӗп пулин те, савӑнатӑп, сирӗнпе пӗрле хӗпӗртетӗп. 18 Эсир те савӑнӑр, манпа пӗрле хӗпӗртӗр.

19 Эпӗ кӗҫех, Иисус Ҫӳлхуҫан ирӗкӗ пулсан, сирӗн пата Тимофея ярасса шанатӑп, вара сирӗн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен пӗлсен эпӗ хавхаланӑп. 20 Сирӗншӗн ун пек чунтан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук. 21 Ыттисем Иисус Христоса мӗн кирли ҫинчен мар, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. 22 Тимофей хӑйне лайӑх енчен кӑтартнине эсир пӗлетӗр: ырӑ хыпар сарас тесе вӑл манпа пӗрле, ачи ашшӗпе ӗҫленӗ пек, тӑрӑшса ӗҫлерӗ. 23 Ҫавӑнпа та хампа мӗн пулассине пӗлсенех эпӗ шӑп ӑна сирӗн пата ярасса шанатӑп. 24 Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ пулсан кӗҫех эпӗ хам та сирӗн пата пырасса шанса тӑратӑп.

25 Халӗ вара эпӗ эсир мана пулӑшма янӑ Эпафродита — хамӑн тӑвана, хампа пӗр ӗҫ тӑвакана тата хам пекех Христосӑн салтакне — сирӗн пата ямалла тесе шутлатӑп. 26 Вӑл сире пурне те питӗ курасшӑн, хӑй чирлесе ӳкни ҫинчен эсир илтнине пӗлсен вӑл кулянсах кайрӗ. 27 Чӑнах та, вӑл чирлесе ӳксе вилес патнех ҫитнӗччӗ, анчах та Турӑ ӑна хӗрхенчӗ, чӑннипе каласан, ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ, ҫапла мана хуйхӑ ҫине хуйхӑ курасран хӑтарчӗ. 28 Ҫавӑнпа ӑна курса сирӗн каллех савӑнмалла пултӑр тесе, манӑн вара кулянмалли сахалтарах пултӑр тесе эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑртрах ярас тетӗп. 29 Эсир ӑна, Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсене йышӑннӑ пек, чун-чӗререн савӑнса йышӑнӑр тата ҫакӑн пек ҫынсене хаклӑр, 30 мӗншӗн тесен Христос ӗҫӗшӗн вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ, мана пулӑшмашкӑн эсир манпа юнашар пулайманран вӑл хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр маншӑн тӑрӑшрӗ.

3 Эппин, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе савӑнӑр. Пӗрре ҫырнӑ япаласем ҫинчен тепре ҫырма мана йывӑр мар, сире вара ҫакӑ хӳтӗлӗ.

2 Йытӑсенчен* асӑрханӑр. Ыттисене сиен кӳрекенсенчен асӑрханӑр. Кӗлеткене амантакансенчен* асӑрханӑр. 3 Чӑн-чӑн ӳт кастарнисем — эпир, мӗншӗн тесен эпир сӑваплӑ ӗҫе Турӑ сывлӑшӗ пулӑшнипе тӑватпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр тата ҫынсем мӗне хаклаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине* шанмастпӑр. 4 Эпӗ ыттисенчен ытларах ҫавӑн ҫине шанма пултаратӑп пулин те, ҫавна тумастӑп.

Кам та пулин ҫынсем мӗне хаклаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине шанма пултаратӑп тесе шутлать пулсан, манӑн ҫавна тума тата ытларах сӑлтав пур: 5 манӑн ӳте саккӑрмӗш кунне кастарнӑ, эпӗ Израиль ҫынни, Вениамин йӑхӗнчен, эпӗ еврей, аттепе анне те еврейсем, закон тӗлӗшӗнчен — фарисейччӗ, 6 эпӗ пухӑва хастаррӑн хӗсӗрленӗ, законра мӗн каланине тӗп-тӗрӗс тытса тӑнӑ. 7 Ҫапах та Христосшӑн эпӗ хамшӑн мӗн хаклӑ пулнине ниме тӑман япаласем тесе шутлама пуҫларӑм*. 8 Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑма пӗлни пуринчен те хаклӑ пулнине кура эпӗ ыттине пурне те ниме тӑман япала вырӑнне хуратӑп. Уншӑн эпӗ веҫех хӑвартӑм, ҫавна пурне те ҫӳп-ҫап вырӑнне хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса юрас тесе, 9 унпа пӗрлӗхре пулас тесе тӑватӑп. Манӑн тӳрӗлӗх эпӗ закона тытса тӑнинчен мар, Христоса ӗненнинчен килет. Ҫак тӳрӗлӗх Турӑран, вӑл ӗненӳ ҫинче никӗсленсе тӑрать. 10 Эпӗ Христоса тата ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ хӑвата пӗлесшӗн, вӑл тӳснӗ асапсене тӳссе ун евӗрлӗ вилесшӗн, 11 вара эпӗ, май пулсан, вилӗмрен малтан чӗрӗлсе тӑракансем хушшинче пулма пултарӑп.

12 Эпӗ награда илмен-ха, ҫитменлӗхсӗр те пулса тӑман. Анчах Христос Иисус мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна илме эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп. 13 Тӑвансем, эпӗ хам пирки награда илтӗм тесе шутламастӑп, анчах ҫакна калатӑп: эпӗ хыҫрине манса умри патне ыткӑнатӑп. 14 Эпӗ пӗтӗм вӑя хурса хамӑн тӗллев патне ҫитме — Турӑ Христос Иисус урлӑ чӗнсе илнисене паракан наградӑна, тӳпери пурнӑҫа, илме — тӑрӑшатӑп. 15 Пирӗнтен кам ӗненӳре ҫирӗп тӑрать, ҫавсен пурин те ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулмалла. Эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсан, Турӑ сире хӑвӑрӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмаллине кӑтартӗ. 16 Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар.

17 Тӑвансем, ман пек пулма тӑрӑшӑр тата эпир сире кӑтартнӑ тӗслӗхпе килӗшӳллӗн пурӑнакансем ҫине пӑхӑр. 18 Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ — эпӗ вӗсем ҫинчен час-часах калаттӑмччӗ, халӗ вара вӗсем ҫинчен куҫҫуль юхтарса калатӑп — хӑйсене Христосӑн тата унӑн асап юпин* тӑшманӗсем пек тытаҫҫӗ. 19 Вӗсен вӗҫӗ — вилӗм, вӗсен турри — хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ*, вӗсем мӗнрен намӑсланмалла, ҫавӑнпа мухтанаҫҫӗ тата вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. 20 Пирӗн тӑван ҫӗршыв* — тӳпере. Ҫавӑнтан хамӑра ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫа килессе эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. 21 Вӑл, хӑйне пурне те пӑхӑнтарма пултаракан пысӑк хӑвачӗпе усӑ курса, пирӗн халсӑр кӗлеткене улӑштарса хӑйӗн чаплӑ кӗлетки евӗрлӗ тӑвӗ.

4 Юратнӑ тӑванӑмсем, эсир манӑн савӑнӑҫ, эсир маншӑн пуҫ кӑшӑлӗ пекех, манӑн сире питӗ курас килет. Хаклӑ тӑванӑмсем, малалла та Ҫӳлхуҫана шанчӑклӑ пулӑр.

2 Эводийӑна тархаслатӑп, Синтихийӑна та тархаслатӑп: Ҫӳлхуҫан ӗҫлекенӗсем пек пӗр шухӑшлӑ пулӑр. 3 Эпӗ сана та, хампа пӗрле шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан юлташӑма, ҫак хӗрарӑмсене пулӑшса тӑма ыйтатӑп. Ҫак хӗрарӑмсем Климентпа тата ыттисемпе пӗрле ырӑ хыпара сарассишӗн манпа ҫума-ҫумӑн тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ*. Вӗсен ячӗсене пурнӑҫ кӗнекине ҫырса хунӑ.

4 Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе яланах савӑнӑр. Татах калатӑп: савӑнӑр! 5 Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине* пурте курса тӑччӑр. Ҫӳлхуҫа ҫывӑх. 6 Нимӗншӗн те ан пӑшӑрханӑр. Кирек мӗнле лару-тӑрура та кӗлтуса, йӑлӑнса, тав туса Турӑран пулӑшу ыйтӑр. 7 Вара Турӑ сире ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх парса Христос Иисус урлӑ сирӗн чӗрене тата ӑс-тӑна* хӳтӗлӗ.

8 Эппин, тӑвансем, мӗн чӑн, мӗн пӗлтерӗшлӗ, мӗн Турӑ умӗнче тӗрӗс, мӗн таса, мӗн юратма хавхалантарать, мӗн пирки ырласа калаҫаҫҫӗ, мӗн ырӑ, мӗн мухтава тивӗҫлӗ, ҫавӑн ҫинчен яланах шухӑшлӑр. 9 Манран мӗне вӗрентӗр, мӗн йышӑнтӑр, мӗн илтрӗр, мӗн куртӑр, ҫавна туса тӑрӑр, вара канӑҫлӑх* паракан Турӑ сирӗнпе пулӗ.

10 Эсир маншӑн каллех тӑрӑшма пуҫланишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп тата Ҫӳлхуҫана тав тӑватӑп. Паллах, эсир унччен те ман пирки шухӑшланӑ, анчах сирӗн мана пулӑшма май пулман. 11 Ҫакна эпӗ хама темӗскер ҫитмен пирки каламастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ кирек мӗнле лару-тӑрура та мӗн пуррипе ҫырлахма вӗрентӗм. 12 Эпӗ ҫити-ҫитми пурнӑҫ та, тулӑх пурнӑҫ та мӗн иккенне пӗлетӗп. Эпӗ кирек мӗнле лару-тӑрура та: тутӑ чухне те, выҫӑ чухне те, тулӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне те, ҫитмен пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне те — мӗнле пурӑнмаллине вӗренсе ҫитрӗм*. 13 Хама ҫирӗплетсе тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур.

14 Ҫапах та эсир мана йывӑрлӑхра пулӑшса лайӑх турӑр. 15 Филиппӑри тӑвансем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эсир ырӑ хыпара чи малтан илтнӗ хыҫҫӑн тата эпӗ Македонирен тухса кайсан, сирӗнсӗр пуҫне нимӗнле пуху та, хам вӗсене пулӑшнӑ пулин те, мана пулӑшмарӗ. 16 Эпӗ Фессалоникӑра пулнӑ чухне эсир мана мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн пӗр хутчен ҫеҫ мар, икӗ хутчен пулӑшу ярса патӑр. 17 Эпӗ хама парнесем парасса кӗтместӗп, сирӗн ырӑ ӗҫсем хӑвӑра усӑ паччӑр тетӗп ҫеҫ. 18 Хама мӗн кирли манӑн пурте пур, ытлашшипех пур. Эсир Эпафродитран парса янине эпӗ илтӗм, халӗ манӑн пурте ҫителӗклӗ. Эсир парса яни — Турра кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек. 19 Манӑн Турӑ вара, хӑйӗн пысӑк пуянлӑхне кура, Христос Иисус урлӑ сире мӗн кирлине пӗтӗмпех парӗ. 20 Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.

21 Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан пур сӑваплӑ ҫынна та манран салам калӑр. Хам патри тӑвансем те сире салам яраҫҫӗ. 22 Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑмах цезарь* килӗнчисем, сире салам яраҫҫӗ.

23 Сирӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑран Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.

Грекла эпи́скопос. Словарьте «Старейшина» статьяна пӑхӑр.

Е «канӑҫлӑх».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ыттисене такӑнтармастӑр».

Е «прето́ри гвардийӗ». Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хамӑн кӗлетке».

Е «граждансем пек хӑвӑра тытӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫынсем евӗрлӗ».

Словаре пӑхӑр.

Е «Иисусӑн ячӗ умӗнче пурте... чӗркуҫленсе ларччӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кашни чӗлхе».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗтресе».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑру».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чупни».

Урӑхла каласан, Турӑ куҫӗ умӗнче таса мар ҫынсенчен.

Урӑхла каласан, ӳт кастарма хистесе тӑракансенчен.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт ҫине».

Е, тен, «хатӗр пулсах хӑвартӑм».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хырӑмӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «гражданлӑх».

Е «ҫума-ҫумӑн тӑрса хытӑ кӗрешрӗҫ».

Е «кутӑн пулманнине».

Е «шухӑшсене».

Е «мир».

Е «мӗнле пурӑнмаллин вӑрттӑнлӑхне пӗлсе ҫитрӗм».

Е «император».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр