ЭФЕСРИ
ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1 Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, — Эфесри сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан шанчӑклӑ ҫынсене.
2 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
3 Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхре тӑракансене, святой сывлӑш урлӑ тӳпере пур тӗрлӗ пиллӗхпе пиллерӗ. 4 Пирӗн Турра юратса ун умӗнче сӑваплӑ та пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑр тесе, вӑл пире Христоспа пӗрлӗхре пулма тӗнче никӗсне хывичченех суйласа илнӗ. 5 Турӑ хӑйӗн кӑмӑлӗпе тата ирӗкӗпе пире Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илме малтанах суйласа илнӗ. 6 Ҫавна Турӑ аслӑ та виҫесӗр ырӑлӑхне хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ кӑтартнӑшӑн хӑйне мухтава кӑларччӑр тесе тунӑ. 7 Ывӑлӗ урлӑ, пире унӑн юнӗпе тӳлесе илнине пула, эпир ирӗке тухнӑ. Ҫапла, Туррӑн аслӑ та виҫесӗр ырӑлӑхне пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑннӑ.
8 Вӑл хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне туллин кӑтартса пире пӗтӗм ӑслӑлӑха панӑ тата веҫех ӑнланакан тунӑ, 9 ҫавна вӑл хӑйӗн ирӗкӗн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса панипе тунӑ. Ҫав вӑрттӑнлӑх унӑн кӑмӑлӗпе тата унӑн тӗллевӗпе* килӗшсе тӑрать: 10 палӑртнӑ вӑхӑт вӗҫленсе пынӑ чухне вӑл ӗҫсене тӑвас йӗркене хута ярӗ, ҫавна вӑл тӳперисене те, ҫӗр ҫинчисене те пурне те пуҫтарса Христоспа пӗрлештерес тесе тӑвӗ. Ҫапла, вӑл пурне те пуҫтарса Христоспа пӗрлештерӗ. 11 Эпир унпа пӗрлӗхре тӑратпӑр тата пире унпа пӗрле еткерҫӗсем пулма лартнӑ, мӗншӗн тесен веҫех хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тӑваканӗ пире, хӑй шутласа хунӑ пек, малтанах суйласа илнӗ. 12 Турӑ пире, Христоса шанма пуҫланисенчен малтанхисене, хӑйне мухтав кӳччӗр, аслӑлаччӑр тесе суйласа илнӗ. 13 Эсир те чӑнлӑх сӑмахне — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен калакан ырӑ хыпара — илтсен Христоса шанма пуҫланӑ. Эсир ӑна ӗненсен, Турӑ хӑй пама шантарнӑ святой сывлӑшӗпе сирӗн ҫине пичет лартнӑ, 14 святой сывлӑш вара эпир хамӑрӑн еткере илессине ҫирӗплетсе парать*. Турӑ ҫакна хӑйӗн халӑхне* тӳлесе илсе ирӗке кӑларас тесе тунӑ, ҫакӑ ӑна мухтав кӳрсе асла кӑларӗ.
15 Ҫавӑнпа эпӗ, эсир Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненни ҫинчен тата сӑваплӑ ҫынсене пурне те юратни ҫинчен илтнӗренпе, 16 сирӗншӗн Турра пӗрмай тав тӑватӑп. Эпӗ сире хамӑн кӗлӗсенче асӑнсах тӑратӑп — 17 Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте, эсир хӑй ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илнӗ чухне сире ӑслӑлӑх сывлӑшне патӑр тесе тата хӑй мӗн уҫса панине ӑнланма патӑр тесе кӗлтӑватӑп. 18 Вӑл сирӗн чӗрене* уҫрӗ, ҫавна пула эсир Турӑ хӑвӑра чӗнсе илнӗ чухне сире мӗнле шанчӑк панине пӗлме пултартӑр, сӑваплӑ ҫынсем валли мӗнле чаплӑ пуянлӑх еткер пек хатӗрлесе хунине 19 тата пирӗн ҫине, ӗненекенсем ҫине, витӗм кӳрекен унӑн вӑйӗ мӗн тери пысӑк пулнине те пӗлме пултартӑр. Унӑн вӑйӗн хӑвачӗ унӑн ӗҫӗсенчен курӑнса тӑрать: 20 ҫав вӑйпа вӑл Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ тата ӑна тӳпере хӑйӗнчен сылтӑм енне лартнӑ. 21 Вӑл ӑна кирек мӗнле патшалӑхран, влаҫран, вӑйран, пуҫлӑхран тата кирек мӗнле ятран — хальхи вӑхӑтра* кӑна мар, пуласлӑхра та — чылай аслӑрах пулмалла тунӑ. 22 Вӑл пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ* тата ӑна пухура пур тӗлӗшпе те пуҫ пулма лартнӑ. 23 Пуху — Христосӑн кӗлетки, пуху унпа тулнӑ. Христос — пуринче те пурне те туса ҫитерекенӗ.
2 Турӑ сире, хӑвӑрӑн ҫылӑхсене пула вилнӗскерсене, чӗртнӗ. 2 Тахҫан эсир ҫав ҫылӑхсене туса ҫак тӗнчери ҫынсем пурӑннӑ пек пурӑннӑ, эсир ҫак тӗнчен сывлӑшӗпе хуҫаланакан пуҫлӑха пӑхӑнса пурӑннӑ. Ҫак сывлӑш халӗ итлемен ҫынсем ҫине витӗм кӳрсе тӑрать. 3 Эпир пурте тахҫан хамӑра вӗсем пек тытнӑ, эпир хамӑр ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнӑ, ҫылӑхлӑ кӗлетке тӑвас тенӗ пек тата хамӑр шухӑшланӑ пек тунӑ. Тата эпир, ыттисем пекех, мӗн ҫуралнӑранпах Туррӑн ҫиллине тивӗҫлӗ* пулнӑ. 4 Анчах та Турӑ, ҫав тери хӗрхенекенскер, питӗ хытӑ юратнӑран 5 пире, хамӑр ҫылӑхсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ. (Эсир унӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула ҫӑлӑннӑ.) 6 Унтан та ытла, эпир Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑнӑран Турӑ пире чӗртсе унпа пӗрле тӳпере лартнӑ. 7 Ҫавна вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран пире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, пуласлӑхра* хӑйӗн калама ҫук виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ.
8 Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула эсир хӑвӑр ӗненнипе ҫӑлӑннӑ. Ҫакӑ хӑвӑр тӑрӑшнине пула пулман, ку вӑл — Турӑ панӑ парне. 9 Ҫапла, эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никамӑн та мухтанма сӑлтав ҫук. 10 Эпир — Турӑ аллин ӗҫӗ; вӑл пире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, ырӑ ӗҫсем туччӑр тесе тунӑ. Ҫав ӗҫсене вӑл пире валли малтанах палӑртса хунӑ.
11 Ҫавӑнпа ҫакна асра тытӑр: тахҫан сире, ҫуралнӑранпа урӑх халӑх ҫыннисене, ӳт кастарнисем — камӑн ӳтне ҫынсем каснӑ, ҫавсем — «ӳт кастарманнисем» тетчӗҫ. 12 Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗ шутне кӗмен тата Турӑ сӑмах панипе ҫыхӑннӑ килӗшӳсенче тӑман, эсир ҫак тӗнчере шанчӑксӑр тата Турӑсӑр пурӑннӑ. 13 Халӗ вара эсир Христос Иисуспа пӗрлӗхре. Унччен эсир Турра пӗлмен, анчах Христосӑн юнне пула эсир ӑна пӗлтӗр. 14 Мӗншӗн тесен Христос пире валли мир илсе килнӗ, вӑл икӗ ушкӑна пӗрлештернӗ тата вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатнӑ. 15 Хӑйӗн кӗлеткине панипе вӑл заповедьсемпе хушусенчен тӑракан закона — ҫак икӗ ушкӑна пӗр-пӗриншӗн тӑшмансем тунӑ закона — пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна вӑл хӑйӗнпе пӗрлӗхре тӑракан икӗ ушкӑнран ҫӗнӗ халӑх* тӑвас тесе тата мир тӑвас тесе тунӑ. 16 Асап юпи* ҫинче вилнипе вӑл ҫак тӑшманлӑха пӗтернӗ, икӗ ушкӑнран пӗр халӑх* туса Турӑпа мирлештернӗ. 17 Вӑл килнӗ те сире — Турра пӗлменнисене те, пӗлнисене те — мир ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтернӗ. 18 Христос урлӑ эпир пурте — кусем те, теприсем те — Аттене кӗлтума пултаратпӑр, мӗншӗн тесен эпир пурте пӗр святой сывлӑшах илнӗ.
19 Ҫавӑнпа та эсир урӑх ют мар, ют ҫӗршыв гражданӗсем те мар, сирӗн сӑваплӑ ҫынсемпе пӗр гражданлӑх тата эсир — Туррӑн ҫемйинчисем. 20 Сире апостолсемпе пророксенчен тӑракан никӗс ҫине туса лартнӑ, никӗсри кӗтес чулӗ вара — Христос Иисус хӑй. 21 Унпа пӗрлӗхре тӑракан пӗтӗм ҫурт ӳссе пырса Иеговӑн* сӑваплӑ храмӗ пулса тӑрать. Ҫак ҫуртӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн сыпӑнса тӑраҫҫӗ. 22 Христоспа пӗрлӗхре тӑнӑран эсир те ҫак ҫуртӑн пайӗсем пулса тӑратӑр. Ҫак ҫуртра Турӑ пурӑнать, унта унӑн сывлӑшӗ.
3 Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, Христос Иисуса ӗненнӗ пирки сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, тӗрмере ларатӑп. 2 Эсир илтнӗ ӗнтӗ, мана ӗҫ шанса панӑ — Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗнчен сире усӑ илме пулӑшма хушнӑ*. 3 Тата мана сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. Ун пирки эпӗ кӗскен ҫыртӑм ӗнтӗ. 4 Ҫавӑнпа та эсир ҫавна вуланӑ чухне Христос ҫинчен калакан сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха эпӗ ӑнланнине курма пултаратӑр. 5 Ҫак вӑрттӑнлӑха сӑваплӑ апостолсемпе пророксене святой сывлӑш пулӑшнипе халӗ уҫса панӑ чухлех унчченхи ӑрусене уҫса паман пулнӑ. 6 Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: урӑх халӑх ҫыннисем ырӑ хыпара йышӑннӑ хыҫҫӑн Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулса пирӗнпе пӗрле еткерҫӗсем тата пӗр кӗлеткен пайӗсем пулса тӑрӗҫ, ҫавӑн пекех Турӑ мӗн тума сӑмах пани пирӗн ҫинче пурнӑҫланнӑ пек вӗсем ҫинче те пурнӑҫланӗ. 7 Туррӑн парнине пула, унӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула, эпӗ ҫак вӑрттӑнлӑхӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑтӑм. Вӑл мана ҫак парнене панинчен унӑн вӑйӗ курӑнчӗ.
8 Турӑ мана, сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере, хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса ӗҫ шанса панӑ: манӑн урӑх халӑх ҫыннисене Христосӑн шутласа кӑларайми пуянлӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтермелле 9 тата пурне те тунӑ Турӑ ӗмӗрсем хушши хӑй пытарса тӑнӑ сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне мӗнле уҫса пынине пур ҫынна та курма пулӑшмалла. 10 Ҫакна Турӑ халӗ пуху урлӑ тӳпери патшалӑхсемпе влаҫсене хӑйӗн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхне уҫса парас тесе тунӑ. 11 Ҫакӑ Туррӑн ӗмӗрхи тӗллевӗпе килӗшсе тӑрать. Вӑл ҫак тӗллеве Христоспа, пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫамӑрпа, ҫыхӑнтарнӑ пулнӑ. 12 Ӑна пула эпир хӑюллӑн калаҫма тата Турра ҫирӗп шанса тӑрса ӑна пӗр чӑрмавсӑр кӗлтума пултаратпӑр, мӗншӗн тесен эпир Христоса ӗненетпӗр. 13 Ҫавӑнпа калатӑп сире: эпӗ сирӗншӗн асап тӳснишӗн ан хуйхӑрӑр, мӗншӗн тесен эпӗ тӳсекен асапсем сире мухтава кӑлараҫҫӗ.
14 Акӑ мӗншӗн эпӗ Атте умне чӗркуҫленсе ларатӑп. 15 Ӑна пула тӳпери тата ҫӗр ҫинчи пур ҫемье те пулса кайнӑ*. 16 Турӑ хӑйӗн аслӑ мухтавлӑхне кура сире* хӑйӗн сывлӑшӗн вӑйӗпе ҫирӗплеттӗр тесе эпӗ кӗлтӑватӑп. 17 Тата эсир ӗненнине пула сирӗн чӗресенче Христос пурӑнтӑр тесе, сирӗн чӗресем ӑна юратчӑр тесе кӗлтӑватӑп. Ӗненӳре тымар ярӑр, унӑн ҫирӗп никӗсӗ ҫинче тӑрӑр. 18 Ҫакна мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле чӑнлӑхӑн сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне ӑнланса илес тесе, 19 кирек мӗнле пӗлӳрен те ирттерекен Христосӑн юратӑвне пӗлес тесе тӑвӑр. Вара эсир Туррӑн пур лайӑх енӗпе те тулатӑр.
20 Турӑ, хӑйӗн вӑйӗпе пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑран, эпир мӗн ыйтнинчен те е мӗн шухӑшланинчен те темӗн чухлӗ ытларах тума пултарать. 21 Ӑна пуху урлӑ тата Христос Иисус урлӑ ӑруран ӑрӑва ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
4 Ҫавӑнпа та эпӗ, Ҫӳлхуҫана ӗненнӗшӗн тӗрмере лараканскер, сире хӑвӑра чӗнсе илнипе килӗшӳллӗн пурӑнма ыйтатӑп: 2 яланах хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, йӑваш, тӳсӗмлӗ пулӑр тата пӗр-пӗрне юратса пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтӑр. 3 Святой сывлӑша пула эсир пӗрлӗхре тӑратӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнса ҫак пӗрлӗхе упрама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. 4 Турӑ сире чӗнсе илсе пӗр шанчӑк панӑ пекех, пӗр кӗлетке тата пӗр сывлӑш пур. 5 Пӗр Ҫӳлхуҫа, пӗр ӗненӳ, шыва кӗни пӗрре, 6 пӗр Турӑ — вӑл пуринӗн те Ашшӗ, вӑл пуринчен те аслӑ* тата пурин урлӑ та, пурин ӑшӗнче те мӗн тумаллине тӑвать.
7 Эпир пурте Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне илнӗ. Пирӗнтен кашни ҫав парнене Христос мӗн чухлӗ уйӑрса панӑ, ҫавӑн чухлӗ илнӗ. 8 Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Ҫӳле хӑпарса вӑл тыткӑнрисене илсе кайнӑ, ҫав ҫынсене парне пек панӑ». 9 «Ҫӳле хӑпарса» тени мӗне пӗлтерет-ха? Маларах вӑл аяла, ҫӗр ҫине, аннине мар-и вара? 10 Кам аяла аннӑ, вӑлах, хӑйӗн урлӑ пурте пурнӑҫлантӑр тесе, ҫӳл тӳперен те ҫӳле хӑпарнӑ.
11 Пӗрисене вӑл апостолсем пек, теприсене пророксем пек, теприсене ырӑ хыпар саракансем пек, тата теприсене кӗтӳҫсемпе вӗрентекенсем пек панӑ. 12 Вӗсене вара сӑваплӑ ҫынсене ӑса кӗртчӗр*, ыттисемшӗн ӗҫлеччӗр тата Христосӑн кӗлеткине ҫирӗплетчӗр тесе панӑ. 13 Ҫавна вӗсем эпир пурте ӗненӳре пӗр пуличчен, Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ иличчен тата пур тӗлӗшрен те Христос пек аталанса ҫитсе ҫитӗннӗ ҫынсем пулса тӑриччен тӑвӗҫ. 14 Ҫавӑнпа та пирӗн текех ачасем пек пулмалла мар — чее меслетсемпе усӑ курса ыттисене улталакан ҫынсен суя вӗрентӗвӗсем хыҫҫӑн каймалла мар, вара эпир ҫилпе хумсене пула унталла-кунталла сулӑнакан кимӗ пек пулмӑпӑр. 15 Айтӑр чӑннине калар, юрату хавхалантарнипе пур тӗлӗшрен те Христос пек пулма тӑрӑшса ҫитӗнсе пырар. Вӑл — пирӗн пуҫ. 16 Ӑна пула кӗлеткен тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн сыпӑнаҫҫӗ тата тӗрлӗ сыпӑсене пула пӗрле ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Кӗлеткен кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлесе тӑнӑ чухне вара кӗлетке юратупа ҫирӗпленсе ӳссе пырать.
17 Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе калатӑп: текех Турра ӗненмен ҫынсем пек ан пурӑнӑр, вӗсем усӑсӑр та пуш шухӑшсемпе кӑна пурӑнаҫҫӗ. 18 Ӑсӗпе вӗсем тӗттӗмлӗхре тата Турӑ паракан пурнӑҫран вӗсене уйӑрнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра пӗлесшӗн мар тата вӗсен чӗри те хытса ларнӑ. 19 Хӑйсен совеҫӗ туйми пулса ҫитнӗрен вӗсем намӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ* тата тӗрлӗ тасамарлӑха тӑрана пӗлмесӗр тӑваҫҫӗ.
20 Анчах эсир Христос ун пек пулманнине пӗлтӗр. 21 Иисус чӑнлӑх мӗн иккенне вӗрентнӗ. Енчен те эсир ӑна илтнӗ тата унран вӗреннӗ пулсан, эсир ҫавна лайӑх пӗлетӗр. 22 Сире кивӗ ҫын пулма пӑрахмалла* тесе вӗрентнӗ, мӗншӗн тесен ҫав кивӗ ҫын эсир унччен мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине пула пулса кайнӑ, ултавлӑ кӑмӑл-туртӑмне пула вӑл пӑсӑлса пырать. 23 Сирӗн малалла та ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмелле*, 24 Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тунӑ ҫӗнӗ ҫын пулмалла*; вӑл чӑн тӳрӗлӗхпе тата Турра чунтан парӑнса пурӑннипе палӑрса тӑрать.
25 Халӗ вара, суйма пӑрахнӑ хыҫҫӑн, пӗр-пӗрне тӗрӗссине калӑр, мӗншӗн тесен эпир — пӗр кӗлеткен пайӗсем. 26 Тарӑхнӑ чухне ҫылӑха ан кӗрӗр, хӗвел анса лариччен сирӗн ҫилӗ иртсе кайтӑр. 27 Шуйттана* хӑвӑр ҫине витӗм кӳме ан парӑр*. 28 Кам вӑрланӑ, урӑх ан вӑрлатӑр, тӑрӑшса ӗҫлетӗр, усӑллӑ ӗҫ тутӑр*, вара унӑн нуша куракана мӗн те пулин пама май пулать. 29 Сирӗн ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр* сӑмах та ан тухтӑр. Сирӗн сӑмахсем хӑвӑра итлекенсене усӑ паччӑр тесе кирлӗ чухне вӗсене ҫирӗплетмешкӗн ыррине анчах калӑр. 30 Туррӑн святой сывлӑшне ан хурлантарӑр, мӗншӗн тесен сире, тӳлесе илнипе хӑтарас кун ирӗке кӑлармашкӑн, ҫав сывлӑшпа пичет лартса палӑртнӑ.
31 Нимӗнле хаярланасси те, ҫилленесси те, тарӑхасси те, кӑшкӑрашасси те, хӑртасси те сирӗн ан пултӑр, пур усаллӑхран та хӑтӑлӑр. 32 Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне чунтан хӗрхенӗр, Турӑ сире Христос урлӑ пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр.
5 Эппин, Турӑран тӗслӗх илӗр, мӗншӗн тесен эсир унӑн юратнӑ ачисем. 2 Христос юратнӑ пекех юратӑр*. Вӑл пире* юратса хӑйне пирӗншӗн* панӑ, Турра кӳнӗ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулса тӑнӑ.
3 Аскӑнлӑх* ҫинчен, нимӗнле тасамарлӑх тата ҫӑткӑнлӑх ҫинчен сирӗн хушшӑрта ан асӑнччӑр та, сӑваплӑ ҫынсене ҫакӑ килӗшмест. 4 Ҫавӑн пекех хӑвӑра намӑссӑрла тытассинчен, ӑссӑрла калаҫассинчен тата киревсӗр* шӳтлессинчен — юрӑхсӑрринчен пуринчен те пӑрӑнӑр. Ун вырӑнне Турра тав тӑвӑр. 5 Мӗншӗн тесен эсир пӗлетӗр тата лайӑх ӑнланатӑр: нимӗнле аскӑн* ҫын та, ирсӗр* ҫын та, ҫӑткӑн ҫын та — вӑл ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех — Христосӑн тата Туррӑн Патшалӑхӗнче еткер илес ҫук.
6 Никама та хӑвӑра пушӑ сӑмахсемпе улталама ан парӑр, мӗншӗн тесен итлемен ҫынсене ҫаксемшӗн пуриншӗн те Туррӑн ҫилли ҫитӗ. 7 Ҫавӑнпа та вӗсемпе ан явӑҫӑр. 8 Унччен эсир тӗттӗмлӗхре пулнӑ, анчах халӗ эсир ҫутӑра, мӗншӗн тесен эсир Ҫӳлхуҫанӑн. Малалла та ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр, 9 вӗт ҫуттӑн ҫимӗҫӗ вӑл — ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх. 10 Пӗрмаях Ҫӳлхуҫана мӗн юрӑхлӑ пулнине пӗлме тӑрӑшӑр. 11 Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене тума чарӑнӑр, ун вырӑнне вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑр*. 12 Мӗншӗн тесен ҫав ҫынсен вӑрттӑн тӑвакан ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс. 13 Тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ ӗҫсем пурте ҫутӑра уҫҫӑн палӑраҫҫӗ, уҫҫӑн палӑраканни пурте — ҫутӑ. 14 Ҫавӑнпа та Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эй ҫывӑракан, вӑран, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара Христос сана ҫутӑ парӗ».
15 Эппин, хӑвӑра мӗнле тытнине асӑрхасах тӑрӑр: ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек пулӑр. 16 Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр*, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче усаллӑх нумай. 17 Ҫавӑнпа та шухӑшлама пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Иеговӑн* ирӗкне ӑнланма тӑрӑшӑр. 18 Эрехе ӳсӗрӗлсе кайичченех ан ӗҫӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑ иртӗхтерет. Ун вырӑнне святой сывлӑшпа тулса пырӑр. 19 Псаломсем, Турра мухтава кӑларакан юрӑсем, ӑна пуҫҫапнӑ чухне юрламалли юрӑсем юрласа пӗр-пӗрне* ҫирӗплетӗр. Иеговӑна* пӗтӗм чӗререн* мухтаса юрлӑр. 20 Пуриншӗн те хамӑрӑн Атте Туррӑмӑра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе яланах тав тӑвӑр.
21 Христоса чунтан хисепленӗрен пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрӑр. 22 Арӑмсем хӑйсен упӑшкисене Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑнӑ пек пӑхӑнса тӑччӑр, 23 мӗншӗн тесен пухӑва* ҫӑлакан Христос пухӑвӑн пуҫӗ пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулать. 24 Пуху Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пекех, арӑмсен те хӑйсен упӑшкисене пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑмалла. 25 Упӑшкасем, хӑвӑр арӑмӑрсене Христос пухӑва юратнӑ пек юратӑр. Вӑл пухушӑн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ, 26 ҫапла майпа вӑл пухӑва Турӑ сӑмахӗпе шывпа ҫуса тасатнӑ пек тасатма тата сӑваплӑ тума пултарнӑ. 27 Ҫавна вӑл хӑй умӗнче пуху илемлӗ, пӗр вараланчӑксӑр, пӗр кӑлтӑксӑр* е мӗнле те пулин урӑх ҫитменлӗхсӗр, сӑваплӑ та айӑпсӑр пултӑр тесе тунӑ.
28 Ҫавнашкалах упӑшкасен те хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткисене юратнӑ пек юратмалла. Кам хӑйӗн арӑмне юратать, ҫавӑ хӑйне те юратать. 29 Пӗр ҫын та хӑйӗн кӗлеткине кураймасӑр тӑмасть, вӑл ӑна тӑрантарать тата ҫепӗҫҫӗн пӑхса усрать. Христос та пухушӑн ҫапла тӑрӑшать, 30 мӗншӗн тесен эпир унӑн кӗлеткин пайӗсем. 31 «Ҫавӑнпа арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те хӑйӗн арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ*, вара иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ». 32 Ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эпӗ Христоспа пуху ҫинчен калатӑп. 33 Эппин, сирӗнтен кашни хӑйӗн арӑмне хӑйне хӑй юратнӑ пек юраттӑр, арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине чунтан хисеплетӗр.
6 Ачасем, аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫа каланӑ пек итлесе тӑрӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ тӗрӗс. 2 «Аҫупа аннӳне хисепле» текен заповедь — Турӑ сӑмах парса каланӑ пӗрремӗш заповедь. Ӑна панӑ чухне ҫапла шантарса каланӑ: 3 «Вара сана лайӑх пулӗ тата ҫӗр ҫинче эсӗ нумай пурӑнӑн». 4 Ашшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ан тарӑхтарӑр, вӗсене Иегова* каланӑ пек тӳрлетсе*, вӗрентсе* пӑхса ӳстерӗр.
5 Чурасем, хӑвӑр хуҫасене чунтан хисеплесе тата хӑраса, Христоса пӑхӑннӑ пек, чӗререн пӑхӑнса тӑрӑр. 6 Ҫынна юрас тесе куҫ умӗнче ҫеҫ пӑхӑнса ан тӑрӑр, ун вырӑнне Туррӑн ирӗкне пӗтӗм чунтан туса тӑракан Христосӑн чурисем пек пӑхӑнса тӑрӑр. 7 Вӗсемшӗн ҫыншӑн ӗҫлесе тӑнӑ пек мар, Иеговӑшӑн* ӗҫленӗ пек, хаваспах ӗҫлесе тӑрӑр, 8 мӗншӗн тесен хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ: Иегова* кашнине — чура-и вӑл е ирӗклӗ ҫын — ырӑ ӗҫшӗн ырӑпа тавӑрса парать. 9 Эсир те, хуҫасем, хӑвӑр чурасемпе хӑвӑра ҫавӑн пекех тытӑр. Вӗсене ан хӑратӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр пӗлетӗр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере Хуҫа пур, вӑл вара ҫынна камне кура уйӑрмасть.
10 Юлашкинчен эпӗ сире ҫакна каласшӑн: Ҫӳлхуҫан хӑватлӑ вӑйӗпе малалла та ҫирӗпленсе пырӑр. 11 Шуйттанӑн чеелӗхне* хирӗҫ тӑмашкӑн Турӑ панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнӑр. 12 Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе кӗрешместпӗр, эпир патшалӑхсемпе, влаҫсемпе, ҫак тӗттӗм тӗнченӗн пуҫлӑхӗсемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешетпӗр. 13 Ҫавӑнпа та тӑшман тапӑннӑ кун ӑна хирӗҫ тӑмашкӑн Турӑ панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнӑр. Вара пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитсен эсир ҫирӗп тӑма пултарӑр.
14 Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, пилӗке чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхӑр, тӳрӗлӗх кӑкӑрлӑхне* тӑхӑнӑр 15 тата урана мир ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме хатӗр пулнине тӑхӑнӑр. 16 Унсӑр пуҫне, ӗненӗвӗн пысӑк щитне илӗр, унпа эсир Шуйттанӑн* ҫунакан пур ухӑ йӗппине* те сӳнтерме пултаратӑр. 17 Ҫавӑн пекех ҫӑлӑнӑҫ шлемне тӑхӑнӑр тата сывлӑш хӗҫне, урӑхла каласан, Турӑ сӑмахне илӗр. 18 Май пулнӑ чухне кашнинчех, хӑвӑра сывлӑш хавхалантарнӑ пек, Турра кӗлтӑвӑр тата ӑна йӑлӑнӑр*. Сӑваплӑ ҫынсемшӗн пуриншӗн те ялан хӗрӳллӗн кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр. 19 Маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ калама пуҫласан Турӑ мана кирлӗ сӑмах патӑр тата ырӑ хыпарӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне манӑн ыттисене хӑюллӑн каласа памалла пултӑр. 20 Ҫак ырӑ хыпаршӑн эпӗ, сӑнчӑрласа лартнӑскер, посол пек ӗҫлесе тӑратӑп. Ҫак хыпара манӑн хӑюллӑн каламалла пултӑр тесе маншӑн кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен манӑн ӑна ҫапла каламалла та.
21 Манӑн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен тата эпӗ мӗн туса пурӑнни ҫинчен сире пирӗн юратнӑ тӑван, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ Ти́хик, каласа парӗ. 22 Вӑл сире пирӗн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен каласа патӑр тесе тата сире йӑпаттӑр тесе эпӗ ӑна сирӗн пата яратӑп.
23 Тӑвансен Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран мир* тата юратупа ӗненӳ пултӑр. 24 Кам Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра нихӑҫан пӗтми юратупа юратать, ҫавсемпе пуринпе те Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ пултӑр.
Е «канӑҫлӑх».
Е «хӑй мӗн тума шутласа хунипе».
Е «хамӑр еткере илессине кӑтартакан залог».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «харпӑрлӑхне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗре куҫӗсене».
Е «ҫак тӗнчере». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Е «пурне те ун ури айне тунӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫилӗ ачисем».
Е «ҫитес тӗнчере». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫитес ӗмӗрсенче». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ҫӗнӗ ҫын».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр кӗлетке».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗн управляющийӗ тунӑ».
Е «тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кашни ҫемье унран ят илнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирӗн шалти ҫынна».
Е «вӑл пурне те тытса тӑрать».
Е «вӗрентчӗр».
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланаҫҫӗ». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кивӗ ҫынна хывса пӑрахмалла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр ӑсӑр сывлӑшне ҫӗнетмелле».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнмалла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вырӑн ан парӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн аллипе ырӑ ӗҫ тутӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗрӗк».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юратура ҫӳрӗр».
Е, тен, «сире».
Е, тен, «сирӗншӗн».
Словаре пӑхӑр.
Е «намӑссӑрла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «таса мар».
Е «вӗсем япӑх пулнине кӑтартӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑхӑта тӳлесе илӗр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е, тен, «хӑвӑра».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «хӑвӑр чӗрере».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗлеткене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗркеленчӗксӗр».
Е «арӑмӗпе пурӑнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ ӑса вӗрентнине, пӗлӳ панине, тӳрлетнине, ӳкӗтленине, наказани е канаш панине пӗлтерме пултарать.
Е «ӑса кӗртсе».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «чее меслечӗсене».
Кунта ҫак сӑмах салтакӑн кӑкӑрне хӳтӗлекен вӑрҫӑ хатӗрне пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалӑн».
Е «пемелли хӗҫ-пӑшалне; сӑннине».
Е «тӗрлӗрен кӗлӗсемпе тата йӑлӑннипе Турра кӗлтуса тӑрӑр».
Е «канӑҫлӑх».