Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Галати 1:1—6:18
  • Галати

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Галати
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Галати

ГАЛАТИРИ

ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ

1 Павел — ҫынсем мар, Иисус Христос тата ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ апостол — 2 тата кам манпа пӗрле, ҫав тӑвансем пурте Галатири пухусене салам яраҫҫӗ.

3 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр. 4 Пире ҫак усал тӗнчерен* хӑтарас тесе Иисус хӑйне пирӗн ҫылӑхсемшӗн панӑ. Ҫакӑ пирӗн Атте Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пулнӑ. 5 Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.

6 Эсир хӑвӑра Христосӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе чӗнсе илнӗскертен ытла та хӑвӑрт пӑрӑнса кайса урӑхла ырӑ хыпара итлеме пуҫланинчен тӗлӗнетӗп эпӗ. 7 Анчах нимӗнле урӑхла ырӑ хыпар та ҫук, сире пӑтратакан тата Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӑсас текен ҫынсем кӑна пур. 8 Сире кам та пулин эпир пӗлтернӗ ырӑ хыпара мар, урӑхлараххине пӗлтернӗ пулсан, вӑл пирӗнтен пӗри е тӳперен аннӑ ангел пулсан та, ылхан ҫиттӗр ӑна. 9 Унччен каланине тепӗр хут калатӑп: кам сире хӑвӑр ӗненнӗ ырӑ хыпара мар, урӑхларах ырӑ хыпар пӗлтерет, ҫавна ылхан ҫиттӗр.

10 Халӗ эпӗ хама ҫынсем ырлаччӑр тесе тӑрӑшатӑп-и е Турӑ ырлатӑр тесе тӑрӑшатӑп-и? Тен, эпӗ ҫынсене юрама тӑрӑшатӑп? Эпӗ ку таранччен ҫынсене юраса пурӑннӑ пулсан, Христосӑн чури пулман пулӑттӑм. 11 Тӑвансем, ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: эпӗ сире пӗлтернӗ ырӑ хыпар ҫынсенчен мар. 12 Эпӗ ӑна ҫынсенчен илмен, ҫынсем те мана ӑна вӗрентмен, ӑна мана Иисус Христос уҫса пачӗ.

13 Эпӗ иудейсен тӗнне тытса тӑнӑ чухне хама мӗнле тытнине эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ Туррӑн пухӑвне пӗтерес тесе ӑна хаяррӑн хӗсӗрлеттӗмччӗ. 14 Иудейсен тӗнне тытса тӑрасси пирки калас пулсан, ҫак тӗлӗшрен эпӗ хамӑн чылай тантӑшран самаях ирттереттӗмччӗ, мӗншӗн тесен аттемӗрсен йӑли-йӗркисене тытса тӑрассишӗн ҫунса тӑраттӑмччӗ. 15 Анчах та мана ҫуралма панӑ тата хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе чӗнсе илнӗ Турӑ, 16 манӑн урӑх халӑх ҫыннисене унӑн Ывӑлӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтермелле пултӑр тесе, ман урлӑ Ывӑлне уҫса пама кӑмӑл тусан, эпӗ тӳрех ҫынсемпе* канашлас темерӗм. 17 Хамран маларах апостол пулса тӑнисем патне Иерусалима та каймарӑм. Эпӗ Аравие кайрӑм, унтан Дамаска таврӑнтӑм.

18 Кайран, виҫӗ ҫул иртсен, эпӗ Кифӑпа* тӗл пулма Иерусалима кайрӑм, унпа пӗрле 15 кун хушши пултӑм. 19 Тата эпӗ Ҫӳлхуҫан шӑллӗне Иакова куртӑм, апостолсенчен урӑх нихӑшне те курмарӑм. 20 Турӑ курсах тӑрать: эпӗ сирӗн пата мӗн ҫырни пурте — чӑн.

21 Унтан эпӗ Сирие тата Киликийӑна кайрӑм. 22 Иудейӑри пухусенчи Христосӑн вӗренекенӗсем вара мана нихӑҫан та курман. 23 Вӗсем ыттисенчен ҫакна ҫеҫ илтнӗ: «Пире унччен хӗсӗрленӗ ҫын хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ ӗненӳ ҫинчен халӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрет». 24 Вара вӗсем маншӑн Турра мухтама пуҫланӑ.

2 Унтан, 14 ҫул иртсен, эпӗ каллех Иерусалима кайрӑм. Манпа пӗрле Варна́ва пычӗ, тата эпӗ хампа пӗрле Тита та илсе кайрӑм. 2 Каясса та эпӗ Ҫӳлхуҫа мана унта каймаллине уҫса панӑран кайрӑм. Унта вара хисеплӗ тӑвансемпе уйрӑммӑн тӗл пултӑм та вӗсене хам урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче пӗлтерекен ырӑ хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ Турӑшӑн хам ӗҫлени* усӑсӑр пулнипе пулманнине пӗлес тесе турӑм. 3 Вӗсем манпа пӗрле пулнӑ Тита та, вӑл грек пулин те, ӳт кастарма хистемерӗҫ. 4 Ҫак ыйтӑва вара суя тӑвансем, пире сӑнаса тӑрас тесе пухӑва вӑрттӑн йӑпшӑнса кӗнисем, кӑларса тӑратрӗҫ. Вӗсем эпир Христос Иисуса пула* илнӗ ирӗклӗхе пирӗнтен туртса илесшӗн тата пире чурасем тӑвасшӑн пулчӗҫ. 5 Анчах та эпир, ырӑ хыпарӑн чӑнлӑхӗ сирӗнтех юлтӑр тесе, вӗсене нихӑш енчен те парӑнмарӑмӑр, пӑхӑнмарӑмӑр.

6 Ыттисем сума сӑвакан тӑвансем пирки калас пулсан вара, — вӗсем кам пулни маншӑн пурпӗрех, мӗншӗн тесен Турӑ ҫынна тулашне кура хак памасть, — ҫав хисеплӗ тӑвансем мана ним ҫӗннине те пӗлтермерӗҫ. 7 Пачах урӑхла, вӗсем Пётра ӳт кастарнисене ырӑ хыпар калама хушнӑ пек, мана ӳт кастарманнисене ырӑ хыпар калама хушнине курсан — 8 мӗншӗн тесен Пётра ӳт кастарнисем валли апостол пулма хӑват панӑскер мана та урӑх халӑх ҫыннисем валли апостол пулма хӑват пачӗ — 9 тата вӗсем Турӑ мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнине пӗлсен, пухӑвӑн тӗрекӗсем* шутланакан Иаков, Ки́фа* тата Иоанн мана тата Варнавӑна пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе ал пачӗҫ те, эпир урӑх халӑх ҫыннисем патне ырӑ хыпар пӗлтерме каятпӑр тесе, вӗсем вара ӳт кастарнисем патне каяҫҫӗ тесе калаҫса татӑлтӑмӑр. 10 Вӗсем пире чухӑнсене асра тытма ыйтрӗҫ ҫеҫ, эпӗ ҫапла тума тӑрӑшрӑм та.

11 Анчах та Ки́фа Антиохие пырсан, вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытнӑран эпӗ ӑна питлерӗм. 12 Иаков янӑ ҫынсем киличчен вӑл урӑх халӑх ҫыннисемпе апат ҫиетчӗ, анчах та лешсем килсен, вӑл ӳт кастарнисенчен хӑраса урӑх халӑх ҫыннисемпе апат ҫиме пӑрахрӗ, вӗсенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫларӗ. 13 Ытти еврейсем те ун пекех икӗпитлӗн хӑтланма тытӑнчӗҫ, вӗсене кура Варна́ва та хӑйне ҫапла тытма пуҫларӗ. 14 Вӗсем хӑйсене ырӑ хыпарӑн чӑнлӑхӗпе килӗшӳллӗн тытманнине курсан, эпӗ Кифӑна пурин умӗнче те ҫапла каларӑм: «Енчен те эсӗ, еврей, еврейсем пек мар, урӑх халӑх ҫыннисем пек пурӑнатӑн пулсан, мӗнле-ха эсӗ урӑх халӑх ҫыннисене еврейсен йӑли-йӗркисем тӑрӑх пурӑнма хистетӗн?»

15 Эпир урӑх халӑх ҫыннисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар, эпир еврей пулса ҫуралнӑ. 16 Эпир пӗлетпӗр: Турӑ ҫын пирки вӑл закона тытса тӑнине кура мар, Иисус Христоса ӗненнине кура тӳрӗ тет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Турӑ пирӗн пирки закона тытса тӑнине кура мар, Христоса ӗненнине кура тӳрӗ тетӗр тесе, эпир Христос Иисуса ӗнентӗмӗр, мӗншӗн тесен Турӑ никам пирки те закона тытса тӑнине кура тӳрӗ темӗ. 17 Эпир Турӑ хамӑра Христос урлӑ тӳрре кӑлартӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑншӑн пире ҫылӑхлӑ ҫынсем теҫҫӗ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар! 18 Эпӗ хам аркатнине ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсан, закона пӑсакан пулатӑп. 19 Турӑшӑн чӗрӗ пулмашкӑн эпӗ закона тытса тӑрса законшӑн вилтӗм. 20 Мана Христоспа пӗрле юпа ҫине пӑталанӑ. Текех эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман ӑшра Христос пурӑнать. Халӗ эпӗ ҫак кӗлеткере пурӑнасса та Турӑ Ывӑлне, мана юратса маншӑн хӑйӗн пурнӑҫне панӑскере, ӗненсе пурӑнатӑп. 21 Эпӗ Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне сирсе ямастӑп, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫын пуласси закона тытса тӑнинчен килет пулсан, Христос ахалех вилнӗ пулать.

3 Эй ӑссӑр Гала́ти ҫыннисем! Кам сире улталарӗ? Иисус Христоса юпа ҫине мӗншӗн пӑталанине сире лайӑх ӑнлантарса панӑ вӗт. 2 Эпӗ сирӗнтен ҫакна ҫеҫ ыйтса пӗлесшӗн: эсир святой сывлӑша закона тытса тӑнӑран илтӗр-и е хӑвӑр илтнӗ ырӑ хыпара ӗненнӗрен илтӗр? 3 Эсир ҫав териех ӑссӑр-им? Святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнма пуҫларӑр та вӗҫлессе вара ҫын шухӑш-кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайнипе вӗҫлетӗр-и? 4 Эсир нумай асап курни усӑсӑр пулчӗ-шим вара? Усӑсӑр пулнине ӗненес те килмест! 5 Сире святой сывлӑш параканни тата сирӗн хушшӑрта тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваканни ҫавна мӗншӗн тӑвать? Эсир закона тытса тӑнӑран-и е хӑвӑр илтнӗ ырӑ хыпара ӗненнӗрен-и? 6 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Авраа́м Иеговӑна* ӗненнӗ, ҫавӑншӑн ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ».

7 Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: камсем ӗненеҫҫӗ, ҫавсем — Авраа́мӑн ывӑлӗсем. 8 Ҫыру та, Турӑ урӑх халӑх ҫыннисем пирки вӗсем ӗненнӗшӗн тӳрӗ тесе калассине малтанах пӗлсе, Авраама: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ», — тесе малтанах ырӑ хыпар пӗлтернӗ. 9 Ҫавӑнпа та ӗненнӗ Авраа́м пиллӗх илнӗ пек, ӗненекенсем те пиллӗх илеҫҫӗ.

10 Закона тытса тӑма тӑрӑшакансем пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Закон чӗркемӗнче мӗн ҫырнине пурне те тытса тӑман ҫын ылханлӑ». 11 Унсӑр пуҫне, паллӑ ӗнтӗ: Турӑ никам пирки те закона тытса тӑнине кура тӳрӗ темест, мӗншӗн тесен «тӳрӗ ҫын ӗненнине пула пурӑнӗ». 12 Закон ӗненнипе ҫыхӑнман, анчах «закона пурнӑҫласа тӑракан ҫын ӑна пула пурӑнӗ». 13 Христос пире тӳлесе илнӗ тата пирӗн вырӑна ылханлӑ пулса тӑрса пире закон ылханӗнчен ирӗке кӑларнӑ, мӗншӗн тесен Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан ылханлӑ». 14 Ҫавна пӗтӗмпех Авраама пама шантарнӑ пиллӗх урӑх халӑхсене те Христос Иисус урлӑ ҫиттӗр тесе тата ӗненнине пула пирӗн пурин те Турӑ пама шантарнӑ святой сывлӑша илмелле пултӑр тесе тунӑ.

15 Тӑвансем, пурнӑҫран тӗслӗх илсе паратӑп: килӗшӗве ҫирӗплетсен, ҫавна ҫын тунӑ пулсан та, ӑна никам та пӑрахӑҫлаймасть, ун ҫумне нимӗн те хушаймасть. 16 Турӑ Авраама тата унӑн тӑхӑмне* сӑмах панӑ. Ҫырура нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмусене*» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна*» тенӗ, вӑл ӗнтӗ Христос. 17 Тата ҫакна калатӑп: 430 ҫул иртсен панӑ закон Турӑ унччен ҫирӗплетнӗ килӗшӗве пӗтермест, сӑмах панине те пӑрахӑҫламасть. 18 Енчен те еткер илесси закона тытса тӑнинчен килет пулсан, еткере сӑмах пани тӑрӑх паман пулать. Анчах та Турӑ Авраама, ырӑ кӑмӑллӑ пулса, хӑй сӑмах панӑ тӑрӑх еткер панӑ.

19 Апла закона мӗн тума панӑ? Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн каярахпа панӑ. Ҫак закон тӑхӑм киличчен — кама сӑмах панӑ, ҫавӑ киличчен — вӑйра тӑнӑ. Турӑ ҫак закона, ангелсем урлӑ, килӗшӗве тума пулӑшаканӑн* аллипе панӑ. 20 Анчах килӗшӳ пӗр енлӗ пулсан, килӗшӗве тума пулӑшакан кирлӗ мар. Сӑмах панӑ чухне вара пӗр ен кӑна пулнӑ — Турӑ хӑй. 21 Апла, закон Турӑ панӑ сӑмахсене хирӗҫлет-им? Паллах, ҫук! Ҫынсем пурнӑҫ пама пултаракан закона илнӗ пулсан, вӗсем закона тытса тӑнине пула Турӑ умӗнче тӳрӗ пулӗччӗҫ. 22 Анчах та Ҫыру пурне те ҫылӑх аллине панине кӑтартса панӑ. Ҫавна вара Турӑ пама шантарнӑ пиллӗхе — Иисус Христоса ӗненнӗшӗн паракан пиллӗхе — ӗненекенсем илме пултарччӑр тесе тунӑ.

23 Ҫапах та ӗненес вӑхӑт ҫитиччен пире закон сыхласа тӑнӑ, уҫӑлас ӗненӗве кӗтсе эпир закон аллинче пулнӑ. 24 Ҫапла вара ӗненнине кура Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ теме пултартӑр тесе закон пирӗншӗн Христос патне ертсе пыракан вӗрентекен* пулса тӑчӗ. 25 Ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе вара пире вӗрентекен ертсе пыни тек кирлӗ мар.

26 Христос Иисуса ӗненнине пула эсир пурте — Туррӑн ывӑлӗсем. 27 Эсир пурте — Христоспа пӗрлӗхре пулас тесе шыва кӗнисем* — Христос пек пулса тӑтӑр*. 28 Ӗнтӗ еврей та, грек та ҫук, чура та, ирӗкли те ҫук, арҫын та, хӗрарӑм та ҫук, мӗншӗн тесен Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулнӑран эсир пурте — пӗр. 29 Эсир Христосӑн пулсан, апла Авраа́мӑн тӑхӑмӗ* пулатӑр, Турӑ пама шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр.

4 Ача чухне еткерҫӗ, вӑл пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи пулин те, чураран нимпе те уйрӑлса тӑмасть. 2 Ашшӗ палӑртнӑ кун ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене тата кил-ҫурта пӑхса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать. 3 Ҫавнашкалах эпир те ачасем пулнӑ чухне ҫак тӗнчере сарӑлнӑ шухӑшсен чуралӑхӗнче пулнӑ. 4 Анчах та палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитсен, Турӑ хӑйӗн Ывӑлне янӑ, вӑл хӗрарӑмран ҫуралса закона пӑхӑнса пурӑннӑ. 5 Турӑ ӑна закона пӑхӑнса тӑракансене тӳлесе илсе ирӗке кӑлартӑр тесе янӑ, ҫавна пула Турӑ пире ывӑллӑха илме пултарнӑ.

6 Эсир пурте ывӑлсем пулнӑран Турӑ сирӗн* чӗрене хӑйӗн Ывӑлӗн сывлӑшне янӑ, ҫав сывлӑш: «А́вва*, Атте!» — тесе чӗнсе калать. 7 Ҫавӑнпа та эсир тек чурасем мар, ывӑлсем. Эсир ывӑлсем пулсан, Турӑ сире еткер те парӗ.

8 Эсир Турра пӗлмен чухне камсем чӑннипех турӑсем мар, ҫавсен чурисем пулнӑ. 9 Анчах та халӗ эсир Турра пӗлтӗр, тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлчӗ. Эппин, мӗншӗн-ха эсир ҫак тӗнчен ниме тӑман, ним усӑсӑр шухӑшӗсем патне каялла таврӑнатӑр? Мӗншӗн каллех вӗсен чурисем пулса тӑрас тетӗр? 10 Эсир ятарлӑ кунсем, уйӑхсем, вӑхӑтсем тата ҫулталӑксем пур тесе шутлатӑр, вӗсене паллӑ туса пурӑнатӑр. 11 Эпӗ сирӗншӗн пӑшӑрханатӑп, сире пулӑшас тесе хам тӑрӑшни усӑсӑр пулмарӗ-ши тетӗп.

12 Тӑвансем, тархаслатӑп сире: ман пек пулӑр, мӗншӗн тесен эпӗ те тахҫан сирӗн пекех пулнӑ. Эсир мана ним япӑххине те туман. 13 Хӑвӑрах пӗлетӗр: манӑн сире ырӑ хыпара малтанхи хут пӗлтерме хамӑн чире пула май килчӗ. 14 Манӑн чир сире йывӑрлӑх кӳчӗ пулин те, эсир мана тиркемерӗр, манран йӗрӗнмерӗр*. Эсир мана Туррӑн ангелне йышӑннӑ пек, Христос Иисуса йышӑннӑ пек йышӑнтӑр. 15 Сирӗн ун чухнехи савӑнӑҫ ӑҫта кайса кӗчӗ? Пӗр иккӗленмесӗр калатӑп: май пулнӑ пулсан, эсир мана хӑвӑр куҫсене те кӑларса панӑ пулӑттӑрччӗ. 16 Ҫапла вара, эпӗ сире чӑннине каланӑшӑн сирӗн тӑшман пулса тӑтӑм-и? 17 Вӗсем сире хӑйсем майлӑ ҫавӑрма тем пек тӑрӑшаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫавна ырӑ шухӑшпа тумаҫҫӗ. Вӗсем сире манран уйӑрса ярса хӑйсем хыҫҫӑн пыртарасшӑн. 18 Анчах та кам та пулин сирӗнпе ырӑ шухӑшпа интересленет пулсан, ҫавна вӑл эпӗ сирӗнпе пӗрле пулнӑ чухне кӑна мар, яланах тӑвать пулсан, ку лайӑх. 19 Ачамсем, эпӗ каллех сирӗншӗн хӗрарӑм ача ҫуратнӑ чухне асапланнӑ пек асапланатӑп, сирӗнте Христос аталанса ҫитиччен ҫапла асапланӑп. 20 Манӑн халӗ сирӗнпе пӗрле пуласчӗ, сирӗнпе урӑхларах калаҫасчӗ, мӗншӗн тесен сирӗн пирки ним шутлама пӗлмесӗр аптраса тӑратӑп.

21 Закона пӑхӑнса тӑрас текенсем, калӑр-ха мана: эсир закон мӗн каланине илтместӗр-им? 22 Сӑмахран, Ҫырура каланӑ тӑрӑх, Авраа́мӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗри — хӗрарӑм чураран, тепри — ирӗклӗ хӗрарӑмран. 23 Хӗрарӑм чураран ҫурални ытти ачасем пекех* ҫуралнӑ, ирӗклинчен ҫурални вара Турӑ сӑмах панипе ҫуралнӑ. 24 Ҫаксем акӑ мӗне сӑнласа параҫҫӗ: ҫак икӗ хӗрарӑм икӗ килӗшӗве пӗлтерет. Вӗсенчен пӗрне Сина́й тӑвӗ ҫинче тунӑ пулнӑ, унӑн ачисем чура пулма ҫуралаҫҫӗ. Ҫав килӗшӳ — Ага́рь. 25 Ага́рь Аравири Сина́й тӑвне пӗлтерет, тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗр килет, мӗншӗн тесен хальхи Иерусалим хӑйӗн ачисемпе пӗрле чуралӑхра. 26 Ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ, вӑл — пирӗн анне.

27 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Ача тӑвайман, ача ҫуратман хӗрарӑм, савӑн! Ача ҫуратса асапланса курман хӗрарӑм, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Мӗншӗн тесен упӑшкасӑр юлнӑ хӗрарӑмӑн ачи-пӑчи упӑшкаллӑ хӗрарӑмӑннинчен чылай нумайрах». 28 Эсир те, тӑвансем, Исаа́к пекех, Турӑ сӑмах панипе ҫуралнӑ ачасем. 29 Ытти ачасем пекех* ҫуралнӑскер святой сывлӑш хӑвачӗпе ҫуралнӑскере ун чухне хӗсӗрленӗ пек, халӗ те ҫапла пулса иртет. 30 Анчах та Ҫыру мӗн калать? Ҫыру: «Хӗрарӑм чурана тата унӑн ывӑлне хӑваласа яр, мӗншӗн тесен хӗрарӑм чуран ывӑлӗ ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле нихӑҫан та еткер илес ҫук», — тет. 31 Эппин, тӑвансем, эпир хӗрарӑм чуран ачисем мар, эпир ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ачисем.

5 Ҫавӑн пек ирӗклӗхшӗн пире Христос ирӗке кӑларнӑ та. Ҫавӑнпа та ҫирӗп пулӑр, каллех хӑвӑра чуралӑх сӳсменне* тӑхӑнтартма ан парӑр.

2 Эпӗ, Павел, калатӑп сире: эсир ӳт кастарсан, сире Христосран нимӗнле усӑ та пулмӗ. 3 Тепӗр хут аса илтеретӗп: ӳт кастаракан кашни ҫыннӑн пӗтӗм закона тытса тӑмалла. 4 Эсир, закона тытса тӑнипе тӳрӗ ҫынсем пулма тӑрӑшакансем, хӑвӑра Христосран уйӑрса ятӑр, унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлтӑр. 5 Эпир вара, сывлӑша пула, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхе чӑтӑмсӑррӑн шанса кӗтсе тӑратпӑр. 6 Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулнӑ чухне ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест. Чи кирли вӑл — ӗненни, вӑл юратнинчен курӑнать.

7 Эсир лайӑх чупса пыраттӑрччӗ. Малалла та чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма сире кам чӑрмантарчӗ-ха? 8 Ҫапла вӗрентни хӑвӑра чӗнсе илекенрен мар. 9 Сахал кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе ярать. 10 Эсир, Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑракансем, урӑхла шухӑшламӑр тесе ҫирӗп шанатӑп. Хӑвӑра пӑтратакан вара, вӑл кирек кам пулсан та, хӑйне тивӗҫлӗ наказани илӗ. 11 Тӑвансем, эпӗ халӗ те ӳт кастармалла тесе вӗрентетӗп пулсан, апла мӗншӗн-ха мана хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ ҫапла вӗрентнӗ пулсан, Христосӑн асап юпи** мана хирӗҫ тӑракансене ҫиллентермен пулӗччӗ*. 12 Сире улталама хӑтланакансем вара ӳтне кӑна мар, йӑлтах кастарччӑр*.

13 Тӑвансем, сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗ тесе хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма юраса ан пурӑнӑр. Юратнӑран пӗр-пӗриншӗн чурасем пек ӗҫлесе тӑрӑр. 14 Мӗншӗн тесен пӗтӗм закон пӗр заповедьре — «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» текен заповедьре. 15 Енчен те эсир пӗр-пӗрне кӑшласа-ҫисе пурӑнатӑр пулсан, асӑрханӑр: сирӗн пӗр-пӗрне пӗтермелле ан пултӑрччӗ.

16 Калатӑп сире: святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнӑр, вара эсир нимӗнле ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн та каймӑр. 17 Ҫылӑхлӑ кӗлетке* хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмне пула сывлӑша хирӗҫлет, сывлӑш вара кӗлеткене хирӗҫлет. Вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та эсир хӑвӑр тӑвас тенине тумастӑр. 18 Енчен те сире сывлӑш ертсе пырать пулсан, эсир закон аллинче мар.

19 Ҫылӑхлӑ кӗлеткен* ӗҫӗсем паллӑ, вӗсем акӑ ҫаксем: аскӑнланни*, таса маррине туни, намӑссӑрла хӑтланни*, 20 йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатлани*, тӑшманлӑ пулни, хирӗҫни, кӗвӗҫни, тарӑхни, вӑрҫӑнни, пайланса кайни, секта пуҫарса яни, 21 ӑмсанни, ӗҫке ярӑнни, асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ туни тата ҫавӑн евӗрли ытти те. Эпӗ сире унччен асӑрхаттарнӑччӗ ӗнтӗ, халӗ тепре асӑрхаттаратӑп: ҫавӑн пек ӗҫсене тӑвакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.

22 Сывлӑш ҫимӗҫӗ вара ҫакӑ: юрату, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх*, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх, ырӑлӑх, ӗненӳ, 23 йӑвашлӑх, чарулӑх. Ҫавӑн евӗрлӗ лайӑх енсене сивлекен закон ҫук. 24 Унсӑр пуҫне, камсем Христос Иисусӑн, ҫавсем хӑйсен ҫылӑхлӑ кӗлеткине кӑмӑл-туртӑмӗ-мӗнӗпех юпа ҫине пӑталанӑ.

25 Эпир сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, айтӑр малалла та хамӑра сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн тытар. 26 Айтӑр чапшӑн ҫунма пуҫлар мар, пӗр-пӗрне тупӑшма хӗтӗртер мар тата пӗр-пӗрне ӑмсанар мар.

6 Тӑвансем, пӗр-пӗр ҫын хӑй ӑнланмасӑрах тӗрӗс мар утӑм турӗ пулсан та, эсир, святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнакансем, йӑваш кӑмӑллӑ пулса ӑна тӳрлетме тӑрӑшӑр. Ҫав хушӑрах хӑвӑра хӑвӑр асӑрхаса тӑрӑр: сирӗн те илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла ан пултӑрччӗ. 2 Йывӑрлӑхсенче пӗр-пӗрне пулӑшӑр, ҫапла туса эсир Христосӑн законне пурнӑҫлатӑр. 3 Кам та пулин хӑй ниме тӑман ҫӗртенех хӑйне асла хурать пулсан, вӑл хӑйне хӑй улталать. 4 Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗрӗслетӗр, вара вӑл хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнма пултарӗ. 5 Мӗншӗн тесен кашнийӗ хӑйӗн ҫӗклемне* хӑй ҫӗклӗ.

6 Унсӑр пуҫне, Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн ырри пур, ҫавна пурне те хӑйӗн вӗрентекенӗпе пӗрле пайлатӑр.

7 Ан улталанӑр: Турӑран мӑшкӑлласа кулма ҫук*. Ҫын мӗн акать, ҫавна вырса илет. 8 Кам хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӗлеткин кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса акать, ҫавӑ унран вилӗм* вырса илӗ. Кам вара святой сывлӑш хыҫҫӑн кайса акать, ҫавӑ сывлӑшран ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вырса илӗ. 9 Ҫавӑнпа та ырӑ туса ал усар мар, мӗншӗн тесен парӑнмасан* хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр. 10 Эппин, май* пур чухне пурне те ырӑ тӑвар, уйрӑмах хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑ тӑвар.

11 Курӑр-ха, эпӗ ҫак ҫырӑва сирӗн пата хам аллӑмпах мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫыртӑм.

12 Ҫын кӑмӑлне юрас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, ҫавна вӗсем Христосӑн асап юпишӗн* хӑйсене ан хӗсӗрлеччӗр тесе ҫеҫ тӑваҫҫӗ. 13 Ӳтне кастаракансем хӑйсем те закона тытса тӑмаҫҫӗ, сире вара, сирӗнпе* мухтанма сӑлтав пултӑр тесе, ӳт кастарма хистеҫҫӗ. 14 Эпӗ вара пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӑталаса вӗлернӗ асап юписӗр пуҫне урӑх нимӗнпе те мухтанасшӑн мар. Ӑна пула маншӑн тӗнче вилнӗпе пӗрех*, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗпе пӗрех. 15 Ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест, чи пӗлтерӗшли вӑл — Туррӑн ҫӗнӗ пултарнийӗ пулса тӑни. 16 Ҫак йӗркепе пурӑнакансене пурне те — Туррӑн Израильне — Турӑ мир* патӑр тата хӗрхеннине кӑтарттӑр.

17 Текех никам та мана чӑрмав кӳрсе ан тӑтӑр, мӗншӗн тесен ман кӗлетке ҫинче эпӗ Иисусӑн чури пулнине кӑтартакан паллӑ* пур.

18 Тӑвансем, сирӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑран пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.

Е «канӑҫлӑх».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтпе тата юнпа».

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.

Е «халӗ чупни е унччен чупни».

Е «Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулнӑ май».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юпасем».

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхне». Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ пӗрреллӗ хисепре тӑрать, анчах вӑл нумаййине те пӗлтерме пултарать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхусене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

Е «посредникӑн».

Е «воспитатель». Ачасене вӗрентекен тата сыхлакан ҫын.

Ҫакӑнта шыва кӗни святой сывлӑш илнине пӗлтерет, ҫавна пула ҫын Христоспа пӗрлӗхре пулса тӑрать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Христоса тӑхӑнтӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн».

«Атте» тенине пӗлтерекен еврей е арамей сӑмахӗ.

Е «ман ҫине сурмарӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт тӑрӑх».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт тӑрӑх».

Ҫакӑ мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.

Словарьте «Асап юпи» статьяна пӑхӑр.

Е «эпӗ Христосӑн асап юпи ҫинчен вӗрентни».

Е «мана хирӗҫ тӑракансемшӗн такӑнтаракан чул пулса тӑман пулӗччӗ».

Е «евнухсем пулса тӑччӑр». Ҫавна пула вӗсем хӑйсем хӳтӗлекен закона тытса тӑма юрӑхсӑр пулӗччӗҫ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтӗн».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «чӑрсӑррӑн хӑтланни». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.

Грек текстӗнче усӑ курнӑ сӑмах наркотике ӑша илнине те пӗлтерме пултарать.

Е «мир».

Е «хӑйӗн яваплӑх ҫӗклемне».

Е «Турра улталама ҫук».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗрнине».

Е «халтан каймасан».

Е «вӑхӑт».

Словаре пӑхӑр.

Е «сирӗн ӳтпе».

Е «тӗнчене юпа ҫине пӑталанӑ».

Е «канӑҫлӑх».

Е «клеймо».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр