Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt 2 Коринф 1:1—13:14
  • 2 Коринф

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • 2 Коринф
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
2 Коринф

КОРИНФРИ

ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ИККӖМӖШ ҪЫРУ

1 Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, тата пирӗн тӑван Тимофей — Коринфри Туррӑн пухӑвне тата пӗтӗм Ахайӑри мӗнпур сӑваплӑ ҫынна.

2 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.

3 Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Туррине тата Ашшӗне мухтав пултӑр! Вӑл — хӗрхенӳ Ашшӗ тата йӑпату Турри. 4 Вӑл пире эпир куракан мӗнпур хӗн-хурта йӑпатать. Ҫапла вара эпир те ыттисене, вӗсем кирек мӗнле хӗн-хур курсан та, Турӑ хамӑра йӑпатнӑ пек йӑпатма пултаратпӑр. 5 Эпир Христосшӑн нумай асап тӳсетпӗр, анчах Христоса пулах йӑпату та нумай илетпӗр. 6 Хӗн-хур курасса та эпир сирӗн йӑпатупа ҫӑлӑнӑҫ илмелле пултӑр тесе хӗн-хур куратпӑр. Пире йӑпатасса та сирӗн йӑпату илмелле пултӑр тесе йӑпатаҫҫӗ. Ҫак йӑпату сире эпир тӳсекен асапсенех чӑтса ирттерме пулӑшать. 7 Эпир сирӗн пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: эсир пирӗн пекех асап тӳсетӗр пулсан, пирӗн пекех йӑпату та илетӗр.

8 Тӑвансем, эпир сире хамӑрпа Азире* мӗн пулни ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. Пире шутсӑр йывӑр пулчӗ, ҫавна эпир хамӑр вӑйпа чӑтса ирттереймен пулӑттӑмӑр. Эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанманччӗ. 9 Пирӗн пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ пекех туйӑнатчӗ пире. Ҫакӑ пурте пире хамӑр ҫине мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турӑ ҫине шанма вӗрентрӗ. 10 Вӑл пире ҫавӑн чухне вилӗмрен хӑтарчӗ, ҫавӑнпа эпир вӑл пире малалла та хӑтарасса шанса тӑратпӑр. 11 Эсир те пирӗншӗн хӗрӳллӗн кӗлтунипе пире пулӑшма пултаратӑр. Нумайӑшӗ пирӗншӗн кӗлтуса ыйтнӑран Турӑ илтӗ те пире пулӑшӗ, вара ҫакӑншӑн нумайӑшӗ ӑна тав тӑвӗ.

12 Эпир акӑ мӗн калама пултаратпӑр: ҫак тӗнчери ҫынсем хушшинче, уйрӑмах сирӗн хушшӑрта, эпир сӑваплӑ пурӑнатпӑр тата хамӑра Турӑ вӗрентнӗ пек тытатпӑр — икӗпитлӗн хӑтланмастпӑр. Ҫакна эпир ҫынсен ӑслӑлӑхӗ ҫине мар, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫине шанса тӑватпӑр. Ҫакна таса совеҫпе калама пултарнишӗн эпир мухтанатпӑр. 13 Тӗрӗссипе каласан, эпир хӑвӑр мӗн вулама тата ӑнланма пултаратӑр*, ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ ҫыратпӑр. Эпӗ эсир ҫакна пӗтӗмпех* ӑнланасса шанса тӑратӑп. 14 Эсир пирӗнпе мухтанма пултарнине сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем ӑнланса илчӗҫ те ӗнтӗ. Эпир те сирӗнпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн кунӗнче мухтанӑпӑр.

15 Ҫавна ҫирӗп шанса тӑрса, сире каллех савӑнтармашкӑн* эпӗ сирӗн пата иккӗмӗш хут пырасшӑнччӗ. 16 Мӗншӗн тесен эпӗ Македоние кайнӑ чухне ҫула май сирӗн пата кӗрсе тухасшӑнччӗ, кайран Македонирен сирӗн патах таврӑнасшӑнччӗ, эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑрччӗ. 17 Ҫапла тума шутласа хунӑ чухне эпӗ ҫӑмӑлттай пулмарӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шутласа хунӑ чухне эпӗ ҫынсем тунӑ пек тӑватӑп-и: малтан «ҫапла», кайран «ҫук» тетӗп-и? 18 Турӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнӑ пекех, эпир те шанӑҫа тивӗҫлӗ. Эпир сире малтан «ҫапла», кайран вара «ҫук» теместпӗр. 19 Эпир — эпӗ, Силуа́н* тата Тимофей — сире Туррӑн Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтертӗмӗр, вӑл та «ҫапла» тесен «ҫук» темест, вӑл «ҫапла» тени яланах «ҫапла» пулать. 20 Турӑ кирек мӗн чухлӗ сӑмах панӑ пулсан та, ун урлӑ вӗсем «ҫапла» пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та эпир Иисус урлӑ Турра «аминь» тетпӗр, ҫапла эпир Турра мухтав кӳретпӗр. 21 Турӑ хӑех эсир те, эпир те Христосӑн тесе шантарать, вӑлах пире суйласа илнӗ. 22 Вӑл пирӗн ҫине пичет те лартнӑ тата пулас пиллӗхсене пама шантарса* пирӗн чӗре ӑшне хӑйӗн сывлӑшне хывнӑ.

23 Турӑ умӗнче тупа туса калатӑп: эпӗ сире хӗрхеннӗрен Коринфа халиччен пымарӑм. 24 Эпир сирӗн ӗненӳпе хуҫаланатпӑр тесшӗн мар эпӗ, эпир, сире савӑнӑҫлӑ тӑвас тесе, сирӗнпе пӗрле ӗҫлесе тӑратпӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр ӗненнине пула ҫирӗп тӑратӑр.

2 Эпӗ тепрехинче сирӗн пата пырсан сире кулянтармӑп тесе шутларӑм. 2 Эпӗ сире кулянтарсан, мана кам савӑнтарӗ? Кама кулянтартӑм, ҫавсем-и? 3 Хам мӗн ҫырнине эпӗ сирӗн пата пырсан манӑн кулянмалла мар, савӑнмалла пултӑрччӗ тесе ҫыртӑм. Мана мӗн савӑнтарни сире те савӑнтарасси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. 4 Питех те хурланнӑран тата чӗре ыратнӑран эпӗ сирӗн пата куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм — сире кулянтарас тесе мар, эпӗ сире мӗн тери хытӑ юратнине пӗлтерес тесе ҫыртӑм.

5 Пӗр ҫынна пула кулянмалли тупӑнчӗ пулсан, вӑл мана мар, сире пурне те мӗн чухлӗ те пулин кулянтарчӗ. Анчах та эпӗ ҫакӑн пирки ытлашши каласшӑн мар. 6 Ҫав ҫынна нумайӑшӗ питлени ҫителӗклӗ. 7 Халӗ ӗнтӗ, вӑл ытлашши кулянса хуйха ан ӳктӗр тесен, сирӗн ӑна чӗререн каҫармалла тата йӑпатмалла. 8 Ҫавӑнпа ыйтатӑп сире: ӑна хӑвӑр юратни пирки шантарӑр. 9 Унсӑр пуҫне, эпӗ сирӗн пата эсир пур тӗлӗшрен те итленипе итлеменнине пӗлес тесе те ҫыртӑм. 10 Эсир кама та пулин каҫаратӑр пулсан, ӑна эпӗ те каҫаратӑп. Эпӗ мӗн каҫарнӑ (каҫармалли пулнӑ пулсан), ҫавна эпӗ сирӗншӗн Христос умӗнче каҫарнӑ. 11 Шуйттан пире ан улталатӑр тесен пирӗн пӗр-пӗрне каҫармалла, мӗншӗн тесен эпир унӑн меслечӗсем ҫинчен пӗлетпӗр.

12 Эпӗ Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме Троадӑна ҫитсен тата ман валли Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме май уҫӑлсан*, 13 эпӗ канӑҫа ҫухатрӑм*, мӗншӗн тесен Тит тӑванӑма тупаймарӑм. Вара эпӗ унти вӗренекенсемпе сывпуллашрӑм та Македоние кайрӑм.

14 Тавах Турра, вӑл пире яланах Христоспа пӗрле, вӑрҫӑран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ салтаксене ертсе пынӑ пек, чаплӑн ертсе пырать тата пирӗн урлӑ хӑй ҫинчен калакан пӗлӗвӗн ырӑ шӑршине пур ҫӗрте те сарать! 15 Мӗншӗн тесен Турӑшӑн эпир — ҫӑлӑнаканнисем хушшинче те, пӗтекеннисем хушшинче те Христосӑн тутлӑ шӑрши. 16 Пӗтекеннисемшӗн вӑл — вилӗм патне илсе пыракан вилӗм шӑрши, ҫӑлӑнаканнисемшӗн вӑл — пурнӑҫ патне илсе пыракан пурнӑҫ шӑрши. Ҫакӑн пек ӗҫе тума кам юрӑхлӑ? 17 Эпир юрӑхлӑ, мӗншӗн тесен эпир, чылайӑшӗ тунӑ пек, Турӑ сӑмахне сутса тупӑш тумастпӑр, Турӑ янӑ ҫынсем пулнӑ май, Турӑ умӗнче Христос хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ май, эпир чун-чӗререн калатпӑр.

3 Сире хамӑр камсем пулни ҫинчен каллех каласа памалла-и? Хӑшӗ-пӗрисене хӑйсене ырлакан ҫырусем кирлӗ пулнӑ пек, сире те пирӗнтен е пире сирӗнтен ҫакӑн пек ҫырусем кирлӗ-и? 2 Эсир хӑвӑр пирӗн ҫыру, ӑна пирӗн чӗресем ҫине ҫырса хунӑ, ӑна пур ҫын та пӗлет тата вулать. 3 Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ пулнине пурте кураҫҫӗ, ӑна эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем — ҫырнӑ. Ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн сывлӑшӗпе, чул ҫине мар, чӗресем ҫине ҫырнӑ.

4 Христоса пула ҫакна эпир Турӑ умӗнче пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр. 5 Эпир ҫак ӗҫе хамӑр тума пултаратпӑр тесе каламастпӑр, пире Турӑ пулӑшать. 6 Шӑп ӑна пула эпир ҫӗнӗ килӗшӗвӗн ӗҫлекенӗсем пулма пултаратпӑр, ҫырса хунӑ законӑн мар, сывлӑшӑн ӗҫлекенӗсем пулма пултаратпӑр. Ҫырнӑ закон вилӗм кӳрет, сывлӑш вара пурнӑҫ парать.

7 Чул ҫине касса ҫырнӑ, вилӗм кӳрекен закона Израиль ҫыннисене ҫав тери пысӑк мухтавпа панӑ, ҫавӑнпа вӗсем Моисейӑн сӑн-пичӗ ҫине, мухтавпа ҫутатса тӑракан сӑн-пичӗ ҫине, пӑхма та пултарайман. Ҫапах та ҫав мухтавӑн пӗтмелле пулнӑ. 8 Закона ҫавӑн пек мухтавпа панӑ пулсан, мӗншӗн-ха апла сывлӑша тата пысӑкрах мухтавпа памалла мар? 9 Вилӗм кӳрекен закон мухтавлӑ пулнӑ пулсан, ҫынсене тӳрӗ пулса тӑма пулӑшакан ӗҫ тата та мухтавлӑрах пулӗ. 10 Ҫапла, тахҫан мухтавлӑ пулнӑскер хӑйне ирттерекен мухтава пула хӑйӗн мухтавне ҫухатнӑ. 11 Пӗтмеллине мухтавпа панӑ пулсассӑн, эппин, юлаканнин мухтавӗ чылай пысӑкрах пулӗ.

12 Пирӗн ҫакӑн пек шанчӑк пулнӑран эпир хӑюллӑн калатпӑр 13 тата Моисей тунӑ пек тумастпӑр. Израиль ҫыннисем пӗтмелли законӑн мухтавне* ан курччӑр тесе вӑл хӑйӗн сӑн-питне пӗркенчӗкпе хупланӑ. 14 Анчах вӗсем ӑнланми пулнӑ. Вӗсем кивӗ килӗшӗве вуланӑ чухне ҫав пӗркенчӗк паянхи кунчченех вӗсен ӑсне хупласа тӑрать, мӗншӗн тесен ӑна Христос пулӑшнипе кӑна илсе пӑрахма пулать. 15 Вӗсем Моисей ҫырнине вуланӑ чухне пӗркенчӗк халичченех вӗсен чӗрине витсе тӑрать. 16 Анчах ҫын Иегова* енне ҫаврӑнсан, ҫав пӗркенчӗк илсе пӑрахӑнать. 17 Иегова* вӑл — сывлӑш, ӑҫта Иеговӑн* сывлӑшӗ, ҫавӑнта ирӗклӗх. 18 Эпир пурте хамӑр сӑн-пит ҫинчен пӗркенчӗке илсе пӑрахрӑмӑр та, куҫкӗски* пекех, Иеговӑн* мухтавне кӑтартса тӑратпӑр. Эпир Турӑ евӗрлӗ пулас тесе, унӑн мухтавне ытларах та ытларах кӑтартас тесе* улшӑнса пыратпӑр. Ҫакна эпир Иеговӑна* — сывлӑша* — мӗнле кирлӗ, шӑп ҫавӑн пек тӑватпӑр.

4 Турӑ пире хӗрхенсе ҫак ӗҫе шанса панӑран эпир парӑнмастпӑр. 2 Эпир намӑссӑр, вӑрттӑн ӗҫсене сирсе ятӑмӑр. Эпир чеен хӑтланмастпӑр тата Туррӑн сӑмахне пӑсмастпӑр, эпир чӑнлӑха уҫса парса Турӑ умӗнче пур ҫынна та* тӗрӗссине тунине кӑтартатпӑр. 3 Эпир пӗлтерекен ырӑ хыпар пытарӑннӑ* пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн пытарӑннӑ. 4 Ҫав ӗненмен ҫынсем ырӑ хыпара ан ӑнланччӑр тесе ҫак тӗнчен* турри вӗсен ӑсне суккӑрлатнӑ, ҫавна вӑл вӗсем ҫине Туррӑн сӑнарӗ ҫинчен, Христос ҫинчен, калакан мухтавлӑ ырӑ хыпарӑн ҫути ан ҫутаттӑр тесе тунӑ. 5 Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эпир хамӑр ҫинчен каламастпӑр, эпир Иисус Христос пирки вӑл Ҫӳлхуҫа тесе тата Иисусшӑн эпир сирӗн чурасем пулса тӑтӑмӑр тесе пӗлтеретпӗр. 6 Мӗншӗн тесен «тӗттӗмлӗхрен ҫутӑ ҫутатса ятӑр» тенӗ Турӑ хӑех пирӗн чӗресене Христос урлӑ* Турӑ ҫинчен калакан мухтавлӑ пӗлӗвӗн ҫутипе ҫутатса ячӗ.

7 Эпир ҫак мула тӑм савӑтсенче илсе ҫӳретпӗр, ҫапла майпа ахаль вӑйран ирттерекен вӑй хамӑртан мар, Турӑран пулни курӑнать. 8 Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ, анчах пире хӗстерсех лартман, эпир ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑратпӑр, анчах пирӗн ниҫта кайса кӗме ҫук теместпӗр*, 9 пире хӗсӗрлеҫҫӗ, анчах Турӑ пире пӑрахман, пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пире пӗтермен. 10 Пирӗнте* Иисусӑн пурнӑҫӗ палӑрса тӑтӑр тесе эпир, Иисус пекех, пӗрмаях вилес хӑрушлӑхпа тӗл пулатпӑр*. 11 Эпир чӗрӗ пулин те, пирӗнте* Иисусӑн пурнӑҫӗ палӑрса тӑтӑр тесе эпир Иисусшӑн пӗрмаях вилӗме куҫран пӑхатпӑр. 12 Ҫапла вара, пирӗн валли — вилес хӑрушлӑх, сирӗн валли — пурнӑҫ.

13 Ҫырура: «Эпӗ ӗненнӗ, ҫавӑнпа каланӑ», — тенӗ. Эпир те ӗненетпӗр, ҫавӑнпа калатпӑр та, 14 мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: кам Иисуса чӗртсе тӑратнӑ, ҫавӑ пире те Иисуспа пӗрле чӗртсе тӑратса сирӗнпе пӗрле ун умне тӑратӗ. 15 Май килнӗ таран нумайрах ҫын Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне илме пултартӑр тесе ҫаксем пурте сирӗншӗн пулса иртнӗ, ҫавна пула ытларах та ытларах ҫын Турра тав туса ӑна мухтав кӳрӗ.

16 Ҫавӑнпа эпир парӑнмастпӑр. Пирӗн кӗлетке хавшаса пырать пулин те, пирӗн чӗрепе ӑс* кунран-кун ҫӗнелсе пыраҫҫӗ. 17 Пирӗн асапсем, вӗсем кӗске вӑхӑтлӑха тата пӗчӗк пулин те, пире нимпе танлашайми, ӗмӗрлӗхе пыракан мухтав параҫҫӗ. 18 Ҫавӑнпа эпир курӑнаканни ҫине мар, курӑнманни ҫине пӑхатпӑр, мӗншӗн тесен курӑнаканни — пӗр вӑхӑтлӑха кӑна, курӑнманни вара — ӗмӗрлӗхе.

5 Эпир пӗлетпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи ҫурт, ҫак чатӑр, аркансан, пирӗн тӳпере алӑпа туман, Турӑ панӑ ӗмӗрлӗх ҫурт пулӗ. 2 Ҫӗр ҫинчи ҫак ҫуртра эпир йынӑшатпӑр, мӗншӗн тесен тӳпере пирӗн валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавна тӑхӑнасшӑн ҫунатпӑр, 3 ӑна тӑхӑнсан эпир ҫарамас пулмӑпӑр. 4 Эпир ҫак чатӑрта ӑна хывса пӑрахасшӑн пулнӑран мар, хамӑр ҫине урӑххине тӑхӑнасшӑн пулнӑран йынӑшса тертленетпӗр. Эпир урӑххине тӑхӑнсан, вилӗмли вырӑнне пурнӑҫ пулӗ. 5 Ҫав пурнӑҫ валли пире Турӑ хатӗрленӗ, вӑл пире пулас пиллӗхсене пама шантарса* пире хӑйӗн сывлӑшне панӑ.

6 Ҫавӑнпа эпир иккӗленсе тӑмастпӑр* тата ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: эпир ҫак кӗлеткере пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫаран аякра, 7 мӗншӗн тесен эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр. 8 Эпир иккӗленсе тӑмастпӑр*, пирӗн ҫак кӗлеткере мар, Ҫӳлхуҫапа пӗрле пурӑнас килет. 9 Ҫавӑнпа эпир унпа пӗрле пурӑнатпӑр-и е унран аякра-и — эпир ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшатпӑр. 10 Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне* тӑмалла, вара кашнине вӑл кӗлеткере пулнӑ чухне мӗн тунине кура — ырӑ тунӑ-и вӑл е усал-и — тавӑрса парӗҫ.

11 Ҫавӑнпа, Ҫӳлхуҫаран хӑрани мӗн иккенне пӗлнӗрен, эпир ҫынсене хамӑра ӗненме ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире лайӑх пӗлет, эсир* те пире лайӑх пӗлетӗр пулӗ тесе шанатӑп. 12 Эпир сирӗн умӑрта каллех хамӑра хамӑр мухтасшӑн мар, эпир сире пирӗнпе мухтанма май паратпӑр. Ҫапла вара, чӗринче мӗн пуррипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене эсир хуравлама пултаратӑр. 13 Эпир хамӑра ӑсран кайнисем пек тытрӑмӑр пулсассӑн, ҫавна Турӑшӑн турӑмӑр. Эпир чипер ӑс-тӑнпа пулсассӑн вара, ҫакӑ вӑл — сирӗншӗн. 14 Пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать*, мӗншӗн тесен эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: пурте вилнӗ пулнӑран пӗр ҫын пуриншӗн те вилнӗ. 15 Пурӑнакансем тек хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлсе тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе вӑл пуриншӗн те вилнӗ.

16 Ҫавӑнпа эпир текех никам ҫине те ҫын пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр. Малтан эпир Христос ҫине ҫын пӑхнӑ пек пӑхнӑ пулсан та, халӗ эпир ҫапла тумастпӑр. 17 Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхре, ҫавӑ — Туррӑн ҫӗнӗ пултарнийӗ. Кивви иртсе кайрӗ, ҫӗнни ҫитрӗ. 18 Анчах ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран, вӑл пире Христос урлӑ хӑйӗнпе мирлештерчӗ тата пире ыттисене хӑйӗнпе мирлешме пулӑшакан ӗҫе тума хушрӗ. 19 Урӑхла каласан, Турӑ ҫынсен ҫылӑхӗсене шута илмесӗр Христос урлӑ тӗнчене хӑйӗнпе мирлештерет, пире вара вӑл мирлештерекен хыпара пӗлтерес ӗҫе шанса пачӗ.

20 Ҫавӑнпа эпир — Христос вырӑнне янӑ посолсем, пирӗн урлӑ Турӑ чӗнсе калать теме пулать. Эпир сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: «Турӑпа мирлешӗр». 21 Нихӑҫан та ҫылӑх туманскере Турӑ пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне пек панӑ, ҫапла вара Христос урлӑ эпир Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр.

6 Тата эпир, Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем пулнӑ май, сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ сире хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне мӗншӗн кӑтартнине ан манӑр. 2 Вӑл ҫапла калать вӗт: «Хамӑн ырӑлӑха кӑтартас вӑхӑтра эпӗ сана илтрӗм, хӑвна ҫӑлас кунра сана пулӑшрӑм». Шӑп халӗ — Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартас вӑхӑт. Халӗ — Турӑ пире ҫӑлас кун.

3 Хамӑр тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе никам та ан хурлатӑр тесе эпир никама та нимӗнпе те кӳрентерместпӗр*. 4 Ун вырӑнне эпир пур енчен те Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнине кӑтартатпӑр: эпир мӗн кӑна чӑтмастпӑр, асапсене тӳсетпӗр, нуша куратпӑр, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр, 5 пире хӗнеҫҫӗ, тӗрмене хупаҫҫӗ, эпир халӑх пӑлханнипе тӗл пулатпӑр, йывӑр ӗҫлетпӗр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, выҫӑпа аптратпӑр, 6 эпир таса пурнӑҫпа, пӗлӳ тӑрӑх пурӑнатпӑр, эпир тӳсӗмлӗ, ырӑ, хамӑра святой сывлӑша ертсе пыма паратпӑр, пирӗн юрату икӗпитлӗ мар, 7 эпир чӑннине калатпӑр, Туррӑн вӑйӗ ҫине шанатпӑр, сылтӑм алӑпа та*, сулахай алӑпа та* тӳрӗлӗхӗн вӑрҫӑ хатӗрӗсене тытса тӑратпӑр, 8 пире чыслаҫҫӗ те чыссӑрлатаҫҫӗ, пире мухтаҫҫӗ те хурлаҫҫӗ. Пире ултавҫӑсем вырӑнне хураҫҫӗ, анчах эпир чӑннине калатпӑр, 9 пире никам та пӗлмест тесе шутлаҫҫӗ, анчах пире пӗлеҫҫӗ, эпир вилес патнех ҫитнӗ* теҫҫӗ, анчах эпир чӗрӗ, пире наказани панӑ теҫҫӗ, анчах пире вилме паман. 10 Ҫынсем эпир хурлӑхлӑ тесе шутлаҫҫӗ, анчах эпир яланах савӑнӑҫлӑ, пире чухӑнсем вырӑнне хураҫҫӗ, анчах эпир нумайӑшне пуянлататпӑр, пирӗн нимӗн те ҫук теҫҫӗ, анчах пирӗн пурте пур.

11 Коринфри тӑвансем, эпир сирӗнпе ним пытармасӑр калаҫрӑмӑр, эпир сирӗн валли хамӑр чӗресене яриех уҫрӑмӑр. 12 Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗресем вара пирӗн валли хупӑ. 13 Ҫавӑнпа та сире хамӑн ачасене каланӑ пек калатӑп: эсир те хӑвӑрӑн чӗресене яриех уҫӑр*.

14 Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр сӳсмен* ан тӑхӑнӑр. Тӳрӗлӗхпе законсӑрлӑха пӗрлештерекенни мӗн пур? Е ҫутӑпа тӗттӗме мӗн пӗрлештерме пултартӑр? 15 Унтан та ытла, Христоспа Велиа́р* хушшинче килӗшӳ мӗнле пулма пултартӑр? Е ӗненекене* ӗненменнипе мӗн пӗрлештерсе тӑтӑр? 16 Туррӑн храмӗнче йӗрӗхсем пулма пултараҫҫӗ-и? Эпир — чӗрӗ Туррӑн храмӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсем хушшинче ҫӳрӗп, эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем вара манӑн халӑхӑм пулӗҫ». 17 «„Ҫавӑнпа та вӗсен хушшинчен тухӑр, вӗсенчен уйрӑлӑр, — тет Иегова*, — таса маррине урӑх ан тӗкӗнӗр“», вара «эпӗ сире йышӑнӑп». 18 «„Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир вара манӑн ывӑлсемпе хӗрсем пулӑр“, — тет Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ».

7 Эппин, юратнӑ тӑвансем, Турӑ пире ҫакӑн пек сӑмах панӑран, айтӑр, кӗлеткепе шухӑш-кӑмӑла* мӗн ирсӗрлетет, ҫавсенчен пуринчен те хамӑра тасатар, Турӑран хӑраса тата сӑваплӑрах пулма тӑрӑшар.

2 Хӑвӑр чӗресене пирӗн валли уҫӑр. Эпир никама та усал туман, никама та пӑсса яман, никам шучӗпе те пурӑнман. 3 Ҫакна эпӗ сире айӑплас тесе каламастӑп. Маларах эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ: эпир пурӑнатпӑр-и е вилетпӗр-и, эсир пирӗн чӗрере. 4 Эпӗ сирӗнпе ним пытармасӑр калаҫма пултаратӑп. Эпӗ сирӗнпе питӗ мухтанатӑп. Эпӗ йӑпантӑм, хамӑр инкексене пӑхмасӑрах эпӗ савӑнмаллипех савӑнатӑп.

5 Македоние ҫитсен эпир канӑҫ тупаймарӑмӑр. Пачах урӑхла, пире пур енчен те хӗсрӗҫ: тулашра — кӗрешӳ, шалта — хӑрани. 6 Анчах та Турӑ, хуйха ӳкнисене йӑпатаканскер, Тит килнипе пире йӑпатрӗ. 7 Турӑ пире вӑл килнипе анчах мар, вӑл сире пула илнӗ йӑпатупа та йӑпатрӗ. Тит эсир мана питӗ курасшӑн пулни ҫинчен, эсир питех те кулянни ҫинчен тата маншӑн чун-чӗререн пӑшӑрханни* ҫинчен каласа пачӗ пире, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.

8 Эпӗ сире хамӑн ҫырупа кулянтартӑм пулин те, ҫакӑншӑн ӳкӗнместӗп. Малтанах ӳкӗнтӗм пулсан та (мӗншӗн тесен манӑн ҫыру сире кулянтарчӗ, анчах пӗр вӑхӑтлӑха кӑна), 9 халӗ эпӗ савӑнатӑп. Ҫапах та эпӗ эсир куляннӑшӑн савӑнмастӑп, кулянни сире ӳкӗнме хистенӗшӗн савӑнатӑп. Эсир Турра юрӑхлӑ куляннӑран пирӗн сӑмахсем сире сиен кӳмерӗҫ. 10 Турра юрӑхлӑ кулянни — ӳкӗнесси патне, ӳкӗнесси вара ҫӑлӑнӑҫ патне илсе ҫитерет, ҫавӑншӑн ӳкӗнмелле пулмӗ. Ҫак тӗнчери ҫынсем пек кулянни вара вилӗм патне илсе ҫитерет. 11 Эсир Турра юрӑхлӑ кулянни мӗн панине пӑхӑр-ха: эсир питӗ тӑрӑшуллӑ пултӑр, сирӗн хӑвӑр ята тасатас килчӗ, эсир усала курайми пултӑр, Турӑран хӑрарӑр, пӗтӗм кӑмӑлтан тата мӗнпур вӑя хурса хӑвӑрӑн тӗрӗс мар ӗҫсене тӳрлетрӗр. Ҫак ӗҫре эсир пур тӗлӗшрен те таса* пулнине кӑтартрӑр. 12 Ҫырасса та эпӗ сирӗн пата ҫылӑх тунӑ ҫыншӑн тата ҫав ҫылӑха пула хур курнӑ ҫыншӑн ҫеҫ ҫырмарӑм, эсир пире итлесшӗн пулни Турӑ умӗнче паллӑ пултӑр тесе ҫыртӑм. 13 Пире ҫавӑ йӑпатрӗ.

Унсӑр пуҫне, Тит савӑнӑҫлӑ пулни пире тата ытларах савӑнтарчӗ, эсир пурте ӑна хавхалантарсах ятӑр. 14 Эпӗ Тит умӗнче сирӗнпе мухтаннӑшӑн манӑн намӑсланмалла пулмарӗ. Эпир сире мӗн калани пурте чӑн пулнӑ пекех, эпир Тит умӗнче сирӗнпе мухтанни те чӑн пулчӗ. 15 Вӑл эсир итленине тата хӑраса, чунтан хисеплесе* хӑйне йышӑннине аса илмессерен кӑмӑлӗпе сирӗн пата тата ытларах туртӑнать. 16 Эпӗ сире пур тӗлӗшрен те шанма пултарнӑшӑн* савӑнатӑп.

8 Тӑвансем, пирӗн сире Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне Македонири пухусене мӗнле кӑтартни ҫинчен каласа парас килет. 2 Питӗ йывӑр вӑхӑтра* инкек тӳснӗ чухне вӗсем савӑннӑ тата, хӑйсем тем пек чухӑн пулнӑ пулин те, питех те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ. 3 Шантарсах калатӑп сире: вӗсем хӑйсем мӗн пама пултарнине ҫеҫ мар, унтан та ытларах пачӗҫ. 4 Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хутшӑнас тесе вӗсем ырӑ кӑмӑлтан парас тенӗ парнене хӑйсенчен илме тархасласах ыйтрӗҫ. 5 Вӗсем эпир кӗтнинчен те ытларах турӗҫ. Чи малтан вӗсем Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн хӑйсене Ҫӳлхуҫашӑн тата пирӗншӗн ӗҫлеме пачӗҫ. 6 Ҫавна курса, эпир Тита хӑй сирӗн патра пуҫланӑ ӗҫе — эсир ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнене пуҫтарас ӗҫе — туса пӗтерме ыйтрӑмӑр. 7 Эсир пур енчен те пуян: ҫирӗп ӗненетӗр, сирӗн калаҫас пултарулӑх, пӗлӳ пур, эсир тӑрӑшуллӑ, тата эсир ыттисене эпир хӑвӑра юратнӑ пекех юрататӑр. Ырӑ кӑмӑлтан парас тӗлӗшрен те ҫавнашкалах пуян пулӑр.

8 Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Эпӗ сире ыттисем мӗнле тӑрӑшни ҫинчен каласа парасшӑн тата эсир чӑннипех юратнипе юратманнине пӗлесшӗн. 9 Эсир пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пӗлетӗр: вӑл пуян пулнӑ пулин те, сирӗншӗн чухӑн пулса тӑнӑ, ҫавна вӑл хӑйӗн чухӑнлӑхне пула сире пуянлатас тесе тунӑ.

10 Сире хамӑн шухӑша калам: эсир ҫак ӗҫе туса пӗтерсен, сирӗншӗн хӑвӑршӑнах лайӑх пулать, мӗншӗн тесен эсир ҫак ӗҫе ҫулталӑк каяллах пуҫланӑччӗ тата эсир ӑна питӗ тӑвасшӑнччӗ. 11 Ҫавӑнпа ӗнтӗ тума пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтерӗр, вара эсир, хӑвӑр мӗн чухлӗ пама пултарнине парса, ҫавна хаваспах тунине кӑтартӑр. 12 Кам та пулин хаваспах парать пулсан, ҫакӑ Турра кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫын хӑй пама пултарайманнине мар, пама пултарнине парасса кӗтет. 13 Эпӗ ыттисене ҫӑмӑл, сире вара йывӑр пултӑр теместӗп. 14 Эсир хӑвӑрӑн ытлашшине парса вӗсен ҫитменнине ҫитеретӗр, вӗсем хӑйсен ытлашшине парса сирӗн ҫитменнине ҫитерӗҫ, ҫапла вара пӗртанлӑх пулӗ. 15 Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Камӑн нумай пулнӑ, ҫавӑн ытла нумай пулман; камӑн сахал пулнӑ, ҫавӑн ытла сахал пулман».

16 Тит сирӗншӗн пирӗн пекех чун-чӗререн тӑрӑшнишӗн эпир Турра тав тӑватпӑр, 17 мӗншӗн тесен Тит эпир ыйтнине тума килӗшрӗ, анчах вӑл хӑй те сире питӗ пулӑшасшӑн, ҫавӑнпа вӑл сирӗн пата хӑйӗн ирӗкӗпе пырать. 18 Эпир унпа пӗрле тата тепӗр арҫын тӑвана яратпӑр. Вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн-мӗн тунишӗн ӑна пур пухура та мухтаҫҫӗ. 19 Унсӑр пуҫне, пухусем ӑна пирӗнпе пӗрле кайма суйласа илчӗҫ. Вӑл пире пуҫтарнӑ парнене илсе ҫитерме пулӑшӗ. Ҫак парнене эпир Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларас тесе тата ыттисене пулӑшма хатӗр пулнине кӑтартас тесе валеҫсе тухӑпӑр. 20 Ҫапла вара, эсир уҫӑ кӑмӑлпа панӑ парнене эпир мӗнле валеҫсе тухнишӗн пире никам та айӑплама пултараймӗ. 21 Мӗншӗн тесен «эпир Иегова* умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те мӗнпур ӗҫе суймасӑр-улталамасӑр тума тӑрӑшатпӑр».

22 Эпир вӗсемпе пӗрле тепӗр арҫын тӑвана яратпӑр. Эпир ӑна пӗрре анчах мар тӗрӗслерӗмӗр, вӑл нумай ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулнине куртӑмӑр. Ҫак ӗҫре вара вӑл тата ытларах тӑрӑшӗ, мӗншӗн тесен вӑл сире питӗ шанать. 23 Тит пирки ыйтусем пур пулсан, ҫакна калам: вӑл манпа пӗрле пӗр ӗҫех тӑвать тата, ман пекех, сирӗншӗн тӑрӑшать. Унпа пӗрле пыракан арҫын тӑвансем пирки калас пулсан вара, вӗсем — пухусен апостолӗсем, Христоса мухтав кӳрекенсем. 24 Ҫавӑнпа та эсир ҫак арҫын тӑвансене хӑйсене юратнине кӑтартӑр, пухусене те эпир сирӗнпе мӗншӗн мухтаннине кӑтартӑр.

9 Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫ пирки калас пулсан, манӑн сирӗн пата ҫакӑн ҫинчен ҫырма кирлех те мар, 2 мӗншӗн тесен эсир пулӑшасшӑн пулни ҫинчен эпӗ пӗлетӗп. Ҫакӑнпа эпӗ Македонири тӑвансем умӗнче мухтанатӑп, Ахайӑри тӑвансем пӗлтӗртенпех пулӑшма хатӗр тетӗп. Эсир хастарлӑ пулни вӗсенчен чылайӑшне хавхалантарсах ячӗ. 3 Эпир сире уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн мухтани ахаль ан пултӑр тесе тата, эпир сирӗн пирки каланӑ пекех, сирӗн чӑнах та пулӑшма хатӗр пулмалла пултӑр тесе эпӗ сирӗн пата арҫын тӑвансене яратӑп. 4 Унсӑрӑн Македонири арҫын тӑвансем манпа пӗрле пырсан эсир хатӗр пулманнине курӗҫ те, эпир сире шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑра намӑс пуласси пирки эпӗ шарламастӑп та. 5 Ҫавӑнпа та эпӗ арҫын тӑвансене вӗсем сирӗн пата маларах пыччӑр тесе тата эсир уҫӑ кӑмӑлпа парас тенӗ парнене, хӑвӑр пама шантарнӑскере, хатӗрлесе хума пулӑшчӑр тесе хавхалантартӑм. Ҫапла вара эсир ҫак парнене ирӗксӗр мар, уҫӑ кӑмӑлпа пани курӑнӗ.

6 Ҫакна асра тытӑр: сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан нумай вырса илӗ. 7 Кашнийӗ хӑй чӗринче шухӑшласа хунӑ пек тутӑр, кӑмӑлсӑр е ирӗксӗр ан тутӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.

8 Унтан та ытла, сирӗн веҫех ҫителӗклӗ пултӑр тесе тата кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та мӗн кирли пурте пултӑр тесе, Турӑ сире хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне туллин кӑтартма пултарать. 9 (Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Вӑл уҫӑ кӑмӑлпа валеҫсе парать; чухӑнсене пулӑшать. Унӑн тӳрӗлӗхӗ — ӗмӗрлӗхе». 10 Турӑ акаҫӑна вӑрлӑх тата ҫимешкӗн ҫынсене ҫӑкӑр ытлӑ-ҫитлӗ парать, вӑл сире те акмашкӑн нумай вӑрлӑх парӗ тата сирӗн тӳрӗлӗхӗн ҫимӗҫне нумайлатӗ.) 11 Сирӗн пур тӗлӗшпе те уҫӑ кӑмӑллӑ пулмашкӑн Турӑ сире пур енчен те пиллет. Эсир уҫӑ кӑмӑллӑ пулни вара, эпир пулӑшнине пула, ыттисене Турра тав тума хавхалантарӗ. 12 Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ сӑваплӑ ҫынсене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн ҫеҫ мар, нумайӑшне Турра тав тума хавхалантармашкӑн та кирлӗ. 13 Вӗсем Турра мухтӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак пулӑшу парас ӗҫ эсир Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара, хӑвӑр пур ҫӗрте те пӗлтерекен хыпара, пӑхӑннине ҫирӗплетсе парать. Вӗсем эсир хӑйсемпе те, ыттисемпе пуринпе те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн та Турра мухтӗҫ. 14 Турӑ сире хӑйӗн нимпе танлашайми виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑран вӗсем сирӗншӗн хӗрӳллӗн кӗлтӑвӗҫ тата сире юратӗҫ.

15 Калама ҫук чаплӑ парне панӑшӑн тавах Турра!

10 Эпӗ, Павел, Христос пек йӑваш та ырӑ пулса, сире хам каланӑ пек тума ыйтатӑп. Сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисемшӗн эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухне нимпе те палӑрса тӑмастӑп, хӑвӑртан аякра чухне вара — хӑюллӑ. 2 Хӑшӗ-пӗрисем эпир ҫак тӗнчери ҫынсем пек хамӑр кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каятпӑр теҫҫӗ. Сирӗн пата пырсан манӑн вӗсене хыттӑн тӳрлетмелле ан пултӑрччӗ тетӗп. 3 Эпир ытти ҫынсем пек пурӑнатпӑр пулин те, вӗсем ҫапӑҫнӑ пек ҫапӑҫмастпӑр. 4 Эпир ҫапӑҫакан хӗҫ-пӑшал ҫынсенчен мар, Турӑран. Вӑл кирек мӗнле крепоҫе те аркатма пултарать. 5 Эпир тӗрӗс мар шухӑшсене тата Турра пӗлме чаракан пур чӑрмава та аркататпӑр. Эпир кашни шухӑша, ӑна Христоса пӑхӑнтарас тесе, тыткӑна илетпӗр. 6 Вара, эсир пур тӗлӗшрен те итленине кӑтартсанах, эпир кирек кама та итлеменшӗн наказани пама хатӗр пулӑпӑр.

7 Эсир тулашӗнчен пӑхса хак паратӑр. Кам хӑй Христосӑн пулни пирки иккӗленмест, ҫавӑ акӑ мӗн ҫинчен тепӗр хут шухӑшласа пӑхтӑр: вӑл Христосӑн пулнӑ пекех, эпир те Христосӑн. 8 Ҫӳлхуҫа пире сирӗн ӗненӗве аркатма мар, ҫирӗплетме власть панӑ. Эпӗ ҫав влаҫпа ытлашши мухтанма пуҫлас пулсан та, манӑн намӑс курмалла пулмӗ. 9 Эпӗ сире хамӑн ҫырусемпе хӑратасшӑн тесе ан шутлӑр. 10 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: «Унӑн ҫырӑвӗсем витӗмлӗ те хӑватлӑ, кунта чухне вара вӑл нимпе те палӑрса тӑмасть, сӑмахӗ те унӑн ниме те тӑмасть». 11 Ҫавӑн пек калакан ҫынсем пӗлсе тӑччӑр: эпир хамӑр ҫырусенче мӗн ҫыратпӑр, пырсан та ҫавнах тӑвӑпӑр. 12 Эпир хӑйсене хӑйсем мухтакансемпе пӗр шайра пуласшӑн мар, хамӑра вӗсемпе танлаштарасшӑн та мар. Вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫнӗ чухне тата хӑйсене хӑйсемпе танлаштарнӑ чухне хӑйсем ӑссӑр пулнине кӑтартаҫҫӗ.

13 Эпир пире мӗн уйӑрса панӑ, ҫавӑн чиккинчен тухса мухтанмӑпӑр. Эпир Турӑ хамӑра уйӑрса* панӑ вырӑнта тунӑ ҫитӗнӳсемпе ҫеҫ мухтанӑпӑр, эсир хӑвӑр та — пире уйӑрса панӑ вырӑнтан. 14 Эпир сирӗн пата пырсан, хамӑра мӗн уйӑрса панӑ, ҫавӑн чиккинчен тухмарӑмӑр. Мӗншӗн тесен Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара эпир сире пуринчен малтан пӗлтертӗмӗр. 15 Эпир ыттисен ӗҫӗсемпе — хамӑра уйӑрса паман вырӑнсенче тунӑ ҫитӗнӳсемпе — мухтанмастпӑр. Анчах эпир ҫакна шанатпӑр: сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пынӑ май эпир сирӗн хушшӑрта тунӑ ӗҫ те сарӑлса пырӗ. Вара эпир тата ытларах тума пултарӑпӑр, 16 мӗншӗн тесен эпир ыттисем тунипе мухтанас мар тесе сирӗнтен аякри вырӑнсенче те ырӑ хыпар калас тетпӗр. 17 «Анчах кам мухтанать, ҫавӑ Иеговӑпа* мухтантӑр». 18 Мӗншӗн тесен хӑйне хӑй мухтакан ҫынна Иегова* ырламасть, вӑл хӑй кама мухтать, ҫавна ырлать.

11 Эпӗ сире ӑссӑр ҫын пек курӑнатӑп пулсассӑн та, манӑн сире хампа тӳсӗмлӗ пултарас килет. Тепӗр тесен, эсир ахаль те манпа тӳсӗмлӗ. 2 Эпӗ сире Туррӑн кӗвӗҫӗвӗпе* кӗвӗҫетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗр упӑшка валли, Христос валли, ҫураҫрӑм, эпӗ сире ун умне таса хӗр пек тӑратасшӑн. 3 Христос эсир тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине тата таса пурӑннине тивӗҫлӗ. Анчах та ҫӗлен Евӑна чеен улталанӑ пек, кам та пулин сирӗн ӑса пӑсса ярса сире тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма тата таса пурӑнма пӑрахтарасран хӑратӑп. 4 Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн пата пырса сире хӑвӑра вӗрентнӗ Иисус ҫинчен мар, урӑххи ҫинчен вӗрентсен, е сирӗн ҫине хӑвӑр илнӗ сывлӑш* мар, урӑххи витӗм кӳрсен, е сире хӑвӑр йышӑннӑ ырӑ хыпара мар, урӑххине каласан, ҫавна эсир нимӗн те мар тӳсетӗр. 5 Эпӗ хама сирӗн «пит чаплӑ» апостолсенчен нимпе те кая мар тесе шухӑшлатӑп. 6 Эпӗ сӑмах ӑсти мар пулин те, пӗлӳ вара манӑн пур. Ҫакна эпир сире тӗрлӗ майпа тата пӗрре анчах мар кӑтартрӑмӑр.

7 Эпӗ сире ырӑ хыпара тӳлевсӗрех каларӑм тата сире асла кӑларассишӗн хама кӗҫӗне хутӑм. Ҫапла туса эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и вара? 8 Сирӗншӗн ӗҫлес тесе эпӗ ытти пухусенчен пулӑшу илсе тӑтӑм, вӗсене ҫаратрӑм теме пулать. 9 Анчах та эпӗ сирӗн патра пулнӑ вӑхӑтра нуша курса пурӑннӑ чухне никама та чӑрмав кӳмерӗм, мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ арҫын тӑвансем мана мӗн кирлипе тивӗҫтерчӗҫ, кирлинчен те ытла пачӗҫ. Эпӗ сире нимӗнпе те чӑрмантарас мар терӗм, малашне те ҫаплах тӑвӑп. 10 Эпӗ ҫакӑнпа пӗтӗм Аха́йя тӑрӑхӗнче мухтанма пӑрахмӑп, ку ӗнтӗ ман ӑшра Христосӑн чӑнлӑхӗ пулнӑ пекех чӑн. 11 Мӗншӗн эпӗ ҫапла тӑватӑп? Сире юратманран-и? Турӑ пӗлет: эпӗ сире юрататӑп.

12 Хӑшӗ-пӗрисем мухтанса хӑйсене пирӗн пекех апостолсем теҫҫӗ. Вӗсене мухтанма сӑлтав парас мар тесе эпӗ халиччен мӗнле тунӑ, малалла та ҫаплах тӑвӑп. 13 Ҫакӑн пек ҫынсем — суя апостолсем, вӗсем хӑйсене Христосӑн апостолӗсем пек кӑтартса ыттисене улталаҫҫӗ. 14 Ку пӗртте тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Шуйттан та хӑйне ҫутӑ ангелӗ пек кӑтартма тӑрӑшать. 15 Ҫавӑнпа та унӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене тӳрӗлӗхшӗн ӗҫлекенсем пек кӑтартма тӑрӑшнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах юлашкинчен вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн тивӗҫлине илӗҫ.

16 Тепре калам: ман пирки ӑссӑр тесе ан шутлӑр. Ҫапла шутлатӑр пулсан та, мана ӑссӑр ҫын вырӑнне те пулин йышӑнӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ. 17 Халӗ эпӗ Ҫӳлхуҫаран тӗслӗх илсе каламастӑп, ӑссӑр ҫын пек, хам ҫине шанса мухтанса калатӑп. 18 Ку тӗнчере мӗнпе мухтанаҫҫӗ, ҫавӑнпа нумайӑшӗ мухтанать пулсан, эпӗ те ҫавӑнпа мухтанам. 19 Эсир ҫав тери «ӑслӑ» пулнӑран ӑссӑррисене хаваспах тӳсетӗр. 20 Эсир хӑвӑра хӑйсен чурисем тӑвакансене те, хӑвӑрӑн пурлӑха туртса илекенсене те, хӑвӑра ҫаратакансене те, хӑвӑр хушшӑрта хӑйсене асла хуракансене те, хӑвӑра питрен ҫупса яракансене те тӳсетӗр.

21 Ҫакна каланӑшӑн пире намӑс, мӗншӗн тесен кама та пулин эпир ҫемҫешке пек курӑнма пултаратпӑр.

Анчах та ыттисем мухтанма хӑяҫҫӗ пулсан, эпӗ те, мана ӑссӑр тейӗҫ пулин те, мухтанма хӑям. 22 Вӗсем еврейсем-и? Эпӗ те. Вӗсем Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те. Авраа́м тӑхӑмӗсем-и? Эпӗ те. 23 Вӗсем Христосӑн ӗҫлекенӗсем-и? Ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек калатӑп: ҫак тӗлӗшрен эпӗ вӗсенчен чылай ирттеретӗп. Эпӗ вӗсенчен ытларах турӑм, мана вӗсенчен нумайрах тӗрмене лартрӗҫ, мана нумай хутчен хӗнерӗҫ, эпӗ чылай хутчен вилес патнех ҫитрӗм. 24 Иудейсем мана пилӗк хутчен 39 хут* ҫаптарчӗҫ, 25 виҫӗ хутчен мана хулӑпа хӗнерӗҫ, пӗррехинче чулпа персе пӗтерчӗҫ, манӑн виҫӗ хутчен карап путнине тӳсме тиврӗ, эпӗ пӗр талӑк тинӗсри шывра пултӑм. 26 Эпӗ час-часах ҫул ҫӳрерӗм, вӑрӑ-хурахсенчен, хамӑн халӑхри ҫынсенчен те, урӑх халӑхри ҫынсенчен те, суя тӑвансенчен те хӗн куртӑм, юханшывсенче, хулара, пушхирте, тинӗсре пулнӑ чухне хӑрушлӑха лекрӗм. 27 Эпӗ халтан кайиччен ӗҫлерӗм, час-часах ҫӗр ҫывӑрмарӑм, ҫимесӗр-ӗҫмесӗр асаплантӑм, нумай хутчен апатсӑр юлтӑм, сивве тӳсрӗм, тумтирсӗр те юлтӑм.

28 Унсӑр пуҫне, эпӗ кашни кун мӗнпур пухушӑн пӑшӑрханатӑп. 29 Кам та пулин халсӑр-и? Эпӗ те халсӑр пулса тӑратӑп. Камӑн та пулин ӗненӗвне хавшатнӑ-и? Эпӗ тарӑхса каятӑп.

30 Мухтанас пулсан та, эпӗ хамӑн халсӑрлӑха мӗн кӑтартать, ҫавӑнпа мухтанӑп. 31 Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ — вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! — эпӗ суйманнине пӗлет. 32 Эпӗ Дамаск хулинче пулнӑ чухне Аре́та патшана пӑхӑнса тӑракан хула пуҫлӑхӗ мана тытма хула хапхи умне хурал тӑратрӗ. 33 Анчах та мана хула хӳминчи чӳречерен карҫинккапа* антарчӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм.

12 Манӑн мухтанма тиветех. Ҫакӑ усӑллӑ мар пулин те, Ҫӳлхуҫа хама кӑтартнӑ курӑнусем ҫинчен тата хама мӗн уҫса пани ҫинчен каласа парам. 2 Эпӗ Христоспа пӗрлӗхре тӑракан пӗр ҫынна пӗлетӗп. Ӑна 14 ҫул каялла — те кӗлеткипе, те кӗлеткисӗр, эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет — виҫҫӗмӗш тӳпене илсе кайнӑ. 3 Чӑнах, эпӗ ҫавӑн пек ҫынна пӗлетӗп. Ӑна — те кӗлеткипе, те кӗлеткисӗр, эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет — 4 рая илсе кайнӑ. Унта вӑл каласа пама хушман, ҫыннӑн калама юраман сӑмахсене илтнӗ. 5 Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанӑп, хампа вара, хамӑн халсӑрлӑхпа мухтанассисӗр пуҫне, мухтанмӑп. 6 Мухтанас тесен те, ӑссӑр ҫын пек пулмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Ҫапах та эпӗ мухтанмӑп, мӗншӗн тесен мана хамӑн сӑмахсемпе ӗҫсене кура хак паччӑр тетӗп, 7 хама тӗлӗнмелле япаласене уҫса панишӗнех мана асла ан хуччӑр тетӗп.

Мӑнкӑмӑлланса каясран тата хам пирки ытлашши шухӑшласран ман кӗлеткене сӑнӑ кӗртнӗ. Ҫав сӑнӑ, Шуйттан ангелӗ пек, мана асаплантарса* тӑрать. 8 Мана унран хӑтартӑрччӗ тесе эпӗ Ҫӳлхуҫана виҫӗ хутчен тархасларӑм. 9 Анчах вӑл мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана кӑтартнӑ виҫесӗр ырӑлӑх саншӑн ҫителӗклӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн хӑват эсӗ халсӑр пулнӑ чухне туллин палӑрса тӑрать». Ҫавӑнпа та мана Христосӑн хӑвачӗ чатӑр пек хупласа тӑтӑр тесе эпӗ хамӑн халсӑрлӑхпа савӑнсах мухтанӑп. 10 Эпӗ Христосшӑн халсӑр пулма, хама хурласа каланине илтме, нуша курма, хӗсӗрленине тата йывӑрлӑхсене тӳсме хавас, мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ вӑйлӑ.

11 Сире пула эпӗ ӑссӑр ҫын пек пулса тӑтӑм. Сирӗн ман пирки ырласа калаҫмаллаччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ, ниме тӑмастӑп пулсан та, сирӗн «пит чаплӑ» апостолсенчен нимпе те кая мар. 12 Эпӗ апостол пулнине чӑтӑмлӑ пулнипе, паллӑсем кӑтартнипе, тӗлӗнмелле тата хӑватлӑ ӗҫсем тунипе кӑтартса патӑм, ҫаксене эсир хӑвӑрах куртӑр. 13 Ытти пухусемпе танлаштарсан, сирӗн ҫитменни мӗн пулчӗ? Эпӗ сире чӑрмав кӳменни ҫеҫ. Ҫак айӑпшӑн каҫарсамӑр мана.

14 Эпӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыма та хатӗр ӗнтӗ. Пырсассӑн сире чӑрмав кӳмӗп. Мана сирӗнни кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Мӗншӗн тесен ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла. 15 Эпӗ сирӗншӗн хамӑн мӗн пуррине, хама та хаваспах парӑп. Эпӗ сире ҫав тери хытӑ юрататӑп пулсан, сирӗн те мана ҫавӑн пекех юратмалла мар-и? 16 Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ сире чӑрмав кӳмерӗм. Ҫав-ҫавах эсир ман пирки «чеескер», «вӑл пире улталарӗ» тетӗр. 17 Хам сирӗн пата янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ сире улталаса мӗн те пулин илтӗм-и вара? 18 Эпӗ Тита сирӗн пата кайма ӳкӗте кӗртрӗм тата унпа пӗрле тепӗр арҫын тӑвана ятӑм. Тит сире улталаса мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑшлӑ пулмарӑмӑр-и вара? Эпир пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳремерӗмӗр-и?

19 Эпир хамӑра сирӗн умра тӳрре кӑларма тӑрӑшатпӑр тесе шутлатӑр-и эсир? Эпир Христоспа пӗрлӗхре пулнӑ май Турӑ умӗнче чӑннине калатпӑр. Юратнӑ тӑвансем, эпир хамӑр мӗн тунине йӑлтах сире ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. 20 Эпӗ акӑ мӗнрен хӑратӑп: эпӗ сирӗн пата пырсан, эсир эпӗ кӗтнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир кӗтнӗ пек пулмӑп. Ун вырӑнне сирӗн хушшӑрта харкашасси, ӑмсанасси, тарӑхасси, хирӗҫесси, хӑртасси, сӑмах сарасси, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пулӗ тесе хӑратӑп. 21 Эпӗ сирӗн пата тепре пырсан, Турӑ мана сирӗн умра, тен, намӑслантарӗ те; вара камсем унччен ҫылӑх туса пурӑннӑ, анчах хӑйсен тасамарлӑхӗшӗн, аскӑнланса пурӑннӑшӑн* тата намӑссӑрла хӑтланнӑшӑн* ӳкӗнмен, ҫавсенчен нумайӑшӗшӗн манӑн хуйхӑрма тивӗ.

13 Эпӗ сирӗн пата пыратӑп тесе виҫҫӗмӗш хут калатӑп ӗнтӗ. «Кирек мӗнле ӗҫ те икӗ е виҫӗ ҫын каласа кӑтартнипе ҫирӗпленмелле». 2 Халӗ эпӗ сирӗнпе мар пулин те, эпӗ сирӗн пата иккӗмӗш хут пынӑ пек пулчӗ. Унччен ҫылӑх туса пурӑннисене тата ыттисене пурне те маларах асӑрхаттаратӑп: эпӗ хӑҫан та пулин тепре пырас пулсан никама та хӗрхенсе тӑмӑп. 3 Сире ман урлӑ Христос калаҫнине ҫирӗплетсе пани кирлӗ вӗт. Вӑл сирӗн хушшӑрта халсӑр мар, хӑватлӑ. 4 Ӑна юпа ҫине вӑл халсӑр ҫын пулнӑ чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ вӑл Туррӑн вӑйне пула чӗрӗ. Вӑл халсӑр пулнӑ пекех эпир те халсӑр, анчах сирӗн ҫине витӗм кӳрекен Туррӑн вӑйне пула эпир унпа пӗрле пурӑнӑпӑр.

5 Хӑвӑр чӑн ӗненӳпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине тӗрӗслесех тӑрӑр, хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса тӑрӑр. Е эсир Иисус Христос хӑвӑрпа пӗрлӗхре пулнине ӑнланмастӑр? Турӑ сире ырламан пулнӑ пулсан, Христос сирӗнпе пӗрлӗхре пулман пулӗччӗ. 6 Пире вара Турӑ ырлать. Эсир ҫакна ӑнланса илессе эпӗ питӗ шанатӑп.

7 Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе эпир Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир Турӑ хамӑра ырланине кӑтартассишӗн тумастпӑр, ыттисем Турӑ пире ырламасть тесе шутлаҫҫӗ пулсан та, сирӗн ырӑ ӗҫсем тумалла пултӑрччӗ тетпӗр. 8 Эпир чӑнлӑха хирӗҫ нимӗн те тума пултараймастпӑр, чӑнлӑхшӑн ӗҫлеме ҫеҫ пултаратпӑр. 9 Эсир вӑйлӑ пулнишӗн, ҫав вӑхӑтрах хамӑр халсӑр пулсан та, эпир яланах савӑнатпӑр. Эпир сирӗн кирлӗ улшӑнусем тумалла* пултӑр тесе те кӗлтӑватпӑр. 10 Акӑ мӗншӗн эпӗ ҫакӑн ҫинчен сирӗн пата пыриччен ҫыртӑм. Пырсассӑн манӑн сирӗнпе ытла хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ терӗм, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа мана аркатма мар, ҫирӗплетме власть панӑ.

11 Юлашкинчен, тӑвансем, ҫакна калам: малалла та савӑнӑр, кирлӗ улшӑнусем тӑвӑр*, ыттисем хӑвӑра йӑпатнине йышӑнӑр, пӗр шухӑшлӑ пулӑр тата килӗштерсе пурӑнӑр, вара юратупа мир* Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ. 12 Пӗр-пӗрне чуптуса* саламлӑр. 13 Сӑваплӑ ҫынсем пурте сире салам яраҫҫӗ.

14 Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ, Туррӑн юратӑвӗ тата пире пурне те панӑ святой сывлӑш сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.

Е «канӑҫлӑх».

Словаре пӑхӑр.

Е, тен, «унччен мӗн лайӑх пӗлнӗ тата ӑнланнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗҫне ҫитичченех».

Е, тен, «сирӗн икӗ хутчен усӑ илмелле пултӑр тесе».

Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.

Е «гаранти парса».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «алӑк уҫӑлсан».

Е «манӑн сывлӑш канӑҫа ҫухатрӗ».

Е «тӗллевне; вӗҫне».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «тӗкӗр».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мухтавлӑран та мухтавлӑ пулас тесе».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е, тен, «Иеговӑн сывлӑшне».

Е «кашни ҫыннӑн совеҫне».

Е «пӗркенчӗкпе хупланнӑ».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Христосӑн сӑн-пичӗпе».

Е, тен, «эпир шанчӑка ҫухатман».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн кӗлеткере».

Е «хамӑрпа хаяр тытнине хамӑр кӗлеткепе туятпӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн вилӗмлӗ ӳтре».

Е «пирӗн шалти ҫын».

Е «гаранти парса».

Е «яланах ҫирӗп кӑмӑллӑ; яланах хӑюллӑ».

Е «ҫирӗп кӑмӑллӑ; хӑюллӑ».

Е «Христосӑн суд тумалли вырӑнӗ умне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирӗн совесть».

Е «хистесе тӑрать».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтармастпӑр».

Тен, тапӑнмашкӑн.

Тен, хӳтӗленмешкӗн.

Е «вилӗме тивӗҫлӗ».

Е «эсир те сарӑлӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тан мар сӳсмен». Сӳсмен вӑл — мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.

«Велиа́р» тени «ниме тӑманскер» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Шуйттана пӗлтерет.

Е «шанчӑклине».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «сывлӑша». Грекла пне́ума. Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

Е «ҫунни».

Е «айӑпсӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗтресе».

Е, тен, «сире пула ҫирӗпленнӗшӗн».

Е «пысӑк тӗрӗслев вӑхӑтӗнче».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «виҫсе».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хастарлӑхӗпе».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «40-е пӗрре ҫитми».

Е «лӑпӑпа».

Е «ҫапса».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «чӑрсӑррӑн хӑтланнӑшӑн». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.

Е «тӳрленмелле».

Е «тӳрленӗр».

Е «канӑҫлӑх».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр