Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt 1 Коринф 1:1—16:24
  • 1 Коринф

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • 1 Коринф
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
1 Коринф

КОРИНФРИ

ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ПӖРРЕМӖШ ҪЫРУ

1 Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗскер, тата пирӗн тӑван Сосфе́н — 2 Коринфри Туррӑн пухӑвне, кам Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑрать, кама Турӑ хӑй валли уйӑрса илнӗ тата сӑваплӑ ҫынсем пулма чӗнсе илнӗ, ҫавсене. Эпӗ сирӗн пата тата пур ҫӗрте те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне ӗненекенсем патне ҫыратӑп. Вӑл пирӗн те, вӗсенӗн те Ҫӳлхуҫи.

3 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.

4 Турӑ сире Христос Иисус урлӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне панӑшӑн эпӗ хамӑн Турра яланах тав тӑватӑп. 5 Христоспа пӗрлӗхре пулнӑран эсир пур тӗлӗшрен те пуян пулса тӑтӑр: Турӑ сӑмахне пӗлтерме сирӗн пӗтӗм пултарулӑх пур, Турӑ сӑмахне эсир лайӑх пӗлетӗр 6 тата Христос ҫинчен калакан хыпар сирӗн хушшӑрта ҫирӗп тымар ячӗ. 7 Ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑйӗн вӑйне кӑтартасса кӗтекенсен, мӗн кирли веҫех пур. 8 Ҫавӑн пекех Турӑ сире мӗн вӗҫне ҫитичченех ҫирӗплетсе тӑрӗ, ҫапла вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн кунӗнче никамӑн та сире айӑплама сӑлтав пулмӗ. 9 Сире хӑйӗн Ывӑлӗпе, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрлӗхре пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.

10 Тӑвансем, хамӑрӑн Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ячӗпе тархаслатӑп сире: пӗри мӗн калани тепри мӗн каланипе килӗшсе тӑтӑр, сирӗн хушшӑрта пайланса каясси ан пултӑр, пӗр шухӑшлӑ, пӗр кӑмӑллӑ пулӑр. 11 Мӗншӗн тесен, тӑвансем, эпӗ Хло́я килӗнчисенчен сирӗн хушшӑрта хирӗҫӳсем пурри ҫинчен пӗлтӗм. 12 Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн: сирӗн хушшӑрта «эпӗ Павелӑн вӗренекенӗ», «эпӗ — Аполло́сӑн», «эпӗ — Кифӑн*», «эпӗ — Христосӑн» тесе калаҫаҫҫӗ. 13 Христос пайланса кайнӑ-им? Юпа ҫине сирӗншӗн Павела пӑталанӑ-им? Е сире Павел ячӗпе шыва кӗртнӗ? 14 Тавах Турра, Крисппа Гайсӑр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те шыва кӗртмен. 15 Ҫавӑнпа никам та эсир ман ятпа шыва кӗнӗ тесе калама пултараймасть. 16 Эпӗ тата Стефа́н килӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин шыва кӗртнине астумастӑп. 17 Христос мана шыва кӗртме мар, ырӑ хыпар пӗлтерме янӑ. Анчах та Христос юпа ҫинче вилни ним усӑсӑр ан пултӑр тесе вӑл мана ҫак хыпара вӗреннӗ ҫынсен сӑмахӗсемпе калама хушман.

18 Христос юпа ҫинче вилни ҫинчен калакан хыпар пӗтекеннисемшӗн — ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн вара, ҫӑлӑнаканнисемшӗн, — Туррӑн хӑвачӗ. 19 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслисен ӑслӑлӑхне пӗтерӗп, тӑнлисен шухӑшӗсене сирсе ярӑп». 20 Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта закон вӗрентӳҫи? Ӑҫта ҫак тӗнченӗн* тавлашма юратакан ҫынни? Турӑ ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине кӑтартса памарӗ-и? 21 Ҫак тӗнче хӑйӗн ӑслӑлӑхне шаннине пула Турра пӗлеймерӗ. Туррӑн ӑслӑлӑхӗ вара акӑ мӗнрен курӑнчӗ: вӑл эпир пӗлтерекен хыпар урлӑ, ыттисем ӑссӑрлӑх вырӑнне хуракан хыпар урлӑ, ӗненекенсене ҫӑлас терӗ.

22 Еврейсем паллӑ кӑтартма ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ, 23 эпир вара юпа ҫине пӑталанӑ Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр. Еврейсене ӑна йышӑнма йывӑр*, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн вӑл — ӑссӑрлӑх. 24 Чӗнсе илнисемшӗн вара, еврейсемшӗн те, грексемшӗн те, Христос — Туррӑн хӑвачӗ тата ӑслӑлӑхӗ. 25 Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни ҫынсенчен ӑслӑрах, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни те ҫынсенчен хӑватлӑрах.

26 Тӑвансем, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ: Турӑ сире чӗнсе илнӗ чухне сирӗн хушшӑрта ҫын шучӗпе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран тухнисем нумай марччӗ. 27 Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене суйласа илнӗ, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ. 28 Ҫын шучӗпе мӗн пӗлтерӗшлӗ, ҫавна пӑрахӑҫа кӑларас тесе Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, ниме тӑманнисене тата пӗлтерӗшлех маррисене суйласа илнӗ. 29 Ҫакна Турӑ хӑйӗн умӗнче никам та ан мухтантӑр тесе тунӑ. 30 Турра пула эпир Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑратпӑр, вӑл пире Туррӑн ӑслӑлӑхне уҫса парать, ун урлӑ эпир тӳрӗ, сӑваплӑ ҫынсем пулса тӑратпӑр тата вӑл пире тӳлесе илнине пула ирӗке тухатпӑр. 31 Ҫапла вара «кам мухтанать, ҫавӑ Иеговӑпа* мухтантӑр» тесе ҫырнӑ пек пулать.

2 Тӑвансем, эпӗ сирӗн пата Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен пӗлтерме пырсан, хам мӗнле калаҫнипе е хамӑн ӑслӑлӑхпа тӗлӗнтерме тӑрӑшмарӑм. 2 Эпӗ сирӗнпе Иисус Христос пирки тата ӑна юпа ҫине пӑталани пирки ҫеҫ калаҫма шут тытрӑм. 3 Сирӗн пата пырсан эпӗ вӑйсӑрччӗ, хӑраттӑмччӗ тата хытӑ пӑлханаттӑмччӗ. 4 Эпӗ калаҫнӑ чухне тата ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ӑслӑ ҫынсем усӑ куракан ӗнентерӳллӗ сӑмахсемпе калаҫмарӑм. Манӑн сӑмахсенче Туррӑн сывлӑшӗпе вӑйӗ курӑнса тӑчӗ. 5 Ҫавна эпӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫынсен ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Туррӑн вӑйӗ ҫинче никӗсленсе тӑтӑр тесе турӑм.

6 Эпир ӑслӑлӑх ҫинчен ӗненӳре ҫирӗп тӑракансемпе калаҫатпӑр*, анчах вӑл — ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ мар тата унӑн пӗтес пуҫлӑхӗсен ӑслӑлӑхӗ те мар. 7 Эпир сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхра пытарӑнса тӑракан Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен калаҫатпӑр. Пире мухтава кӑлармашкӑн Турӑ ҫак ӑслӑлӑха уҫса пама ку тӗнче* пуҫланса кайичченех шутласа хунӑ. 8 Ҫак ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлсе ҫитеймен, пӗлсе ҫитнӗ пулсан вӗсем мухтавлӑ Ҫӳлхуҫана пӑталаман пулӗччӗҫ. 9 Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ хӑйне юратакансем валли мӗн хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ӑспа та никам та ӑнланса илеймен». 10 Пире вара Турӑ ҫавна хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен сывлӑш пурне те, Турӑ ӑслӑлӑхӗн тарӑнӑшне* те, тӗпчет.

11 Ҫын шухӑшне хӑйсӗр пуҫне урӑх кам пӗлтӗр? Ӑна ҫын хӑй* кӑна пӗлет. Ҫавнашкалах Туррӑн шухӑшне те Туррӑн сывлӑшӗсӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмест. 12 Эпир вара Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхӗпе хамӑра мӗн панине пӗлмешкӗн ҫак тӗнчен сывлӑшне мар, Турӑ паракан сывлӑша илтӗмӗр. 13 Ҫакӑн ҫинчен эпир ӑслӑ ҫынсенчен вӗреннӗ сӑмахсемпе мар, ҫав сывлӑш вӗрентекен сӑмахсемпе калаҫатпӑр. Ҫапла вара Турӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫав сывлӑш вӗрентекен сӑмахсемпе ӑнлантарса паратпӑр.

14 Анчах та хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякан ҫын Туррӑн сывлӑшӗнчен килекеннине йышӑнмасть, мӗншӗн тесен ҫакӑ уншӑн ӑссӑрлӑх. Сывлӑшран килекеннине вӑл ӑнланса илеймест, мӗншӗн тесен ӑна хак памашкӑн Туррӑн сывлӑшӗ кирлӗ. 15 Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнакан ҫын вара пур япалана та хак пама пултарать, анчах та ӑна хӑйне ҫынсенчен нихӑшӗ те хак параймасть. 16 «Иеговӑна* вӗрентмешкӗн унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитнӗ?» Пирӗнте вара — Христосӑн ӑсӗ.

3 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, эпӗ сирӗнпе Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнакан ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫаймарӑм. Эпӗ сирӗнпе ҫак тӗнчери ҫынсемпе калаҫнӑ пек, христиансем пулас тӗлӗшрен пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм. 2 Эпӗ сире хытӑ ҫимӗҫпе мар, сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, мӗншӗн тесен эсир хытӑ ҫимӗҫ ҫиме хатӗр марччӗ. Тӗрӗссипе каласан, эсир халӗ те хатӗр мар, 3 вӗт эсир халӗ те ҫак тӗнчери ҫынсем пекех. Эсир кӗвӗҫетӗр тата пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр пулсан, эсир ҫак тӗнчери ҫынсем евӗрлӗ мар-и вара? Хӑвӑра вӗсем пекех тытмастӑр-и? 4 Пӗри «эпӗ Павелӑн вӗренекенӗ», тепри «эпӗ — Аполло́сӑн» тет пулсан, эсир хӑвӑра ытти ҫынсем пекех тытмастӑр-и?

5 Аполло́с кам вара? Павел кам? Сире ӗненекенсем пулса тӑма пулӑшнӑ тарҫӑсем. Эпир Ҫӳлхуҫа хушнине тӑвакансем ҫеҫ. 6 Эпӗ акрӑм, Аполло́с шӑварчӗ, ӳстерессе вара Турӑ ӳстерчӗ, 7 ҫавӑнпа та акакан мар, шӑваракан та мар, ӳстерекен Турӑ мухтава тивӗҫлӗ. 8 Акаканӗ те, шӑвараканӗ те пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ*, анчах кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне кура награда илӗ. 9 Мӗншӗн тесен эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем, эсир вара — Туррӑн хирӗ, Турӑ туса лартакан ҫурт.

10 Турӑ мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнине пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хутӑм, тепри вара ун ҫинче ҫурт хӑпартать. Анчах кашнийӗ хӑй мӗнле хӑпартнине асӑрхаса тӑтӑр. 11 Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть. Ҫав никӗс — Иисус Христос. 12 Хӑшӗ-пӗрисем ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартнӑ чухне ылтӑнпа, кӗмӗлпе тата хаклӑ йышши чулсемпе усӑ кураҫҫӗ, теприсем йывӑҫпа, утӑпа тата улӑмпа усӑ кураҫҫӗ. 13 Вӑхӑт* ҫитсен, кашнин ӗҫӗ курӑнӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне кам мӗнле туса лартнине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ. 14 Ҫав никӗс ҫинче туса лартни тӑрса юлсан, ҫын награда илӗ. 15 Туса лартни ҫунса каять пулсан, ҫын пысӑк ҫухату тӳсӗ, анчах вӑл хӑй пӗтмӗ. Ҫапах та ҫакӑ вут-ҫулӑм витӗр тухнӑ пекех пулӗ.

16 Эсир Туррӑн храмӗ пулнине тата хӑвӑр ӑшӑрта Туррӑн сывлӑшӗ пурӑннине пӗлместӗр-им? 17 Кам Туррӑн храмне аркатать, ҫавна Турӑ тӗп тӑвӗ, мӗншӗн тесен Туррӑн храмӗ сӑваплӑ, ҫав храм вӑл — эсир.

18 Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр: сирӗнтен кам та пулин хӑйӗн пирки ҫак тӗнчере* ӑслӑ тесе шутлать пулсан, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесе ӑссӑр пулса тӑтӑр. 19 Мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ Турӑшӑн ӑссӑрлӑх. Ҫырура та: «Вӑл ӑслисене хӑйсен чеелӗхӗпех тытать», — тесе ҫырнӑ. 20 Тата ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслисен шухӑшӗсем ним усӑсӑр пулнине Иегова* пӗлет». 21 Ҫавӑнпа никам та ҫынпа ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн: 22 Павел та, Аполло́с та, Ки́фа* та, тӗнче те, пурнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, малашнехи те — пурте сирӗн. 23 Эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.

4 Ҫынсен пире Христосӑн ӗҫлекенӗсем* вырӑнне тата Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗсене шанса панӑ тарҫӑсем* вырӑнне хумалла. 2 Тарҫӑсенчен* вара вӗсем шанчӑклӑ пуласса кӗтеҫҫӗ. 3 Мана эсир суд туни е ҫынсен сучӗ суд туни ытлашши пӑшӑрхантармасть. Эпӗ хам та хама суд тумастӑп. 4 Эпӗ хамра нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫапах та ҫакӑ эпӗ тӳрӗ пулнине кӑтартса памасть. Мана суд тӑваканни — Иегова*. 5 Ҫавӑнпа та вӑхӑт ҫитмесӗр, Ҫӳлхуҫа килмесӗр, нимӗнле суд та ан тӑвӑр. Вӑл тӗттӗмлӗхре пытарӑнса тӑнине ҫутта кӑларӗ тата чӗрери шухӑш-кӑмӑла курӑнмалла тӑвӗ, вара кашнийӗ Турӑран хӑйне тивӗҫлӗ мухтав илӗ.

6 Тӑвансем, сире хӑвӑра усӑ пултӑр тесе эпӗ хама тата Аполлоса тӗслӗхшӗн илсе патӑм. «Ҫырнинчен иртмелле мар» тенине сирӗн вӗренсе ҫитмелле пултӑр терӗм. Ҫапла вара эсир мӑнкӑмӑлланса каймӑр, пӗрне тепринчен мала хумӑр. 7 Эсӗ ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратӑн? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илтӗн пулсан, мӗншӗн ҫавна хӑв илнӗ пек мухтанатӑн?

8 Сирӗн хӑвӑра мӗн кирли веҫех пур-им? Эсир пуйса ҫитрӗр-им? Пирӗнсӗрех патшасем пулса тӑрса ертсе пыма пуҫларӑр-и? Эсир чӑнах та патшасем пулсанччӗ, вара эпир те патшасем пулса сирӗнпе пӗрле ертсе пыма пуҫланӑ пулӑттӑмӑр. 9 Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, Турӑ пире, апостолсене, вӗлерме йышӑннӑ ҫынсене кӑларса тӑратнӑ пек, пурин умне те юлашкинчен кӑларса тӑратрӗ. Мӗншӗн тесен тӗнче, ангелсем тата ҫынсем пирӗн ҫине спектакль пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. 10 Эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пула ӑслӑ-тӑнлӑ. Эпир вӑйсӑр, эсир вӑйлӑ. Сире хисеплеҫҫӗ, пире вара хисеплемеҫҫӗ. 11 Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман* пурӑнатпӑр, пире хӗнеҫҫӗ, эпир кил-ҫуртсӑр, 12 эпир йывӑр ӗҫлетпӗр. Пире хӑртнӑ чухне эпир пиллетпӗр, пире хӗсӗрленӗ чухне эпир чӑтатпӑр, 13 пирӗн пирки элеклесе калаҫнӑ чухне эпир йӑвашшӑн хуравлатпӑр. Эпир халичченех ҫак тӗнчешӗн ҫӳп-ҫап пек, тусан пек.

14 Ҫакна эпӗ сире намӑслантарас тесе мар, хамӑн юратнӑ ачасем вырӑнне хурса ӑса кӗртес тесе ҫыратӑп. 15 Христос хыҫҫӑн мӗнле пымаллине вӗрентекенсем* сирӗн 10 000 пулсан та, аҫӑрсем нумай мар. Христос Иисус ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе эпӗ сирӗн аҫӑр пулса тӑтӑм. 16 Ҫавӑнпа та тархаслатӑп сире: манран тӗслӗх илӗр. 17 Акӑ мӗншӗн эпӗ сирӗн пата Тимофея яратӑп. Вӑл — Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан манӑн юратнӑ ывӑлӑм. Вӑл сире эпӗ Христос Иисусшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май хам усӑ куракан меслетсене* аса илтерӗ, эпӗ ҫав меслетсене пур пухура та вӗрентетӗп.

18 Эпӗ сирӗн пата пымастӑп тесе шутланӑран сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем мӑнкӑмӑллансах кайнӑ. 19 Анчах та Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, эпӗ кӗҫех сирӗн пата пырӑп. Ҫав мӑнкӑмӑлланса кайнисем мӗн калаҫнине итлеме мар, вӗсен Туррӑн хӑвачӗ пуррипе ҫуккине курма пырӑп. 20 Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ сӑмахра мар, хӑватра. 21 Манӑн сирӗн пата хулӑпа пырас-и е юратупа тата йӑваш кӑмӑлпа пырас-и? Эсир хӑшне кӑмӑллатӑр?

5 Эпӗ сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑх* пурри ҫинчен илтрӗм. Ҫавнашкал аскӑнлӑх урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче те ҫук: сирӗнтен пӗри хӑйӗн ашшӗн арӑмӗпе пурӑнать. 2 Кунпа эсир мухтанатӑр-и тата? Сирӗн ҫакӑншӑн хуйхӑрмалла марччӗ-и? Тата ҫак ӗҫе тӑвакан ҫынна хӑвӑр хушшӑртан кӑларса ямалла марччӗ-и? 3 Кӗлеткепе эпӗ сирӗнпе мар пулин те, шухӑшсемпе* сирӗнпе. Эпӗ ҫакна тунӑ ҫынна, хам сирӗнпе пӗрле пулнӑ пекех, айӑпларӑм ӗнтӗ. 4 Эсир пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫан ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсан, эпӗ — пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫан хӑватне илнӗскер — шухӑшсемпе* хӑвӑрпа пӗрле пулнине пӗлсе, 5 ҫакӑн пек ҫынна Шуйттан аллине парӑр. Ҫапла ҫылӑх пуху ҫине витӗм кӳме пӑрахтӑр.* Вара пухӑвӑн шухӑш-кӑмӑлӗ Ҫӳлхуҫа кунӗнче упранса* юлӗ.

6 Эсир мухтанса ҫӳрени аван мар. Сахал кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир? 7 Ҫӗнӗ чуста пулас тесен кивӗ кӑвас чустине илсе пӑрахӑр. Сирӗнте кӑвас чусти пулмалла мар, мӗншӗн тесен пирӗн Пасха путеккине, Христоса, парнене кӳнӗ. 8 Ҫавӑнпа та кивӗ кӑвас чустипе мар, ҫылӑхпа усаллӑх кӑвас чустипе те мар, таса кӑмӑллӑхпа чӑнлӑхӑн тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе уявлар.

9 Эпӗ хамӑн ҫырура сире аскӑн ҫынсемпе* ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ. 10 Анчах та ҫак тӗнчери аскӑн, ҫӑткӑн, ҫаратакан*, йӗрӗхсене пуҫҫапакан ҫынсемпе пачах та ан хутшӑнӑр тесе каласшӑн пулман эпӗ. Унсӑрӑн сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ. 11 Халӗ вара эпӗ сире кам хӑйне тӑван тет, ҫав вӑхӑтрах аскӑнланса* пурӑнать, е вӑл ҫӑткӑн, е йӗрӗхсене пуҫҫапать, е ыттисене хӑртать, е вӑл ӗҫке ернӗ, е ҫаратса пурӑнать, ҫавӑнпа ан хутшӑнӑр тесе ҫыратӑп. Ҫакӑн пек ҫынпа апат та ларса ан ҫийӗр. 12 Мӗншӗн манӑн пухура маррисене суд тумалла? Пухурисене сирӗн суд тумалла, 13 пухура маррисене вара Турӑ суд тӑвать. «Хӑвӑр хушшӑртан усал ҫынна кӑларса ярӑр».

6 Сирӗн хушшӑрта кам та пулин тӑванӗпе тавлашса кайсан, мӗнле-ха вӑл сӑваплӑ ҫынсем патне мар, тӳрӗ мар ҫынсем патне судлашма кайма хӑять? 2 Сӑваплӑ ҫынсем тӗнчене суд тӑвассине эсир пӗлместӗр-им? Сирӗн тӗнчене суд тумалла пулсан, эсир пӗчӗк ӗҫсене татса пама пултараймастӑр-и вара? 3 Эпир ангелсене суд тӑвассине эсир пӗлместӗр-им? Апла мӗншӗн-ха эсир кулленхи пурнӑҫри ӗҫсене татса параймастӑр? 4 Ҫавӑн пек ӗҫсене татса памалла чухне мӗншӗн эсир пуху ырламан ҫынсене хӑвӑра суд тума шанса паратӑр? 5 Ҫакна сире намӑс пултӑр тесе калатӑп. Тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан пӗр ӑслӑ ҫын та ҫук-и сирӗн? 6 Тӑван тӑвана суда илсе каять, ҫитменнине тата ӗненменнисем патне!

7 Пӗр-пӗринпе судлашнишӗнех сире намӑс. Тӗрӗсмарлӑха чӑтсан лайӑхрах мар-и? Ҫухату тӳссен аванрах пулмасть-и? 8 Эсир вара хӑвӑр тӗрӗс маррине тӑватӑр, туртса илетӗр, ҫитменнине тата хӑвӑрӑн тӑванӑрсемпе хӑвӑра ҫапла тытатӑр!

9 Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗрейменнине* эсир пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑн ҫынсем*, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрне улталакансем, арҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗрекен арҫынсем*, 10 вӑрӑсем, ҫӑткӑн ҫынсем, ӗҫке ернисем, ыттисене хӑртакансем, ҫаратакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. 11 Сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем ҫавнашкал пулнӑ та. Анчах Турӑ сире ҫуса тасатрӗ, сӑваплӑ турӗ, хӑйӗн сывлӑшӗпе тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тесе пӗлтерчӗ.

12 Манӑн пурне те тума юрать, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн пурне те тума юрать, анчах эпӗ ниме те хампа хуҫаланма памастӑп. 13 Апат-ҫимӗҫ хырӑм валли, хырӑм та апат-ҫимӗҫ валли, анчах та Турӑ ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Кӗлетке аскӑнлӑх* валли мар, Ҫӳлхуҫа валли, Ҫӳлхуҫа та кӗлетке валли. 14 Турӑ хӑйӗн вӑйӗпе Ҫӳлхуҫана вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире те чӗртсе тӑратӗ.

15 Сирӗн кӗлеткесем Христос кӗлеткин пайӗсем пулнине эсир пӗлместӗр-им? Апла, Христос кӗлеткин пайӗсене илсе вӗсене аскӑн хӗрарӑмпа* пӗрлештермелле-и манӑн? Ҫук паллах! 16 Аскӑн хӗрарӑмпа пӗрлешекен унпа пӗр кӗлетке пулнине эсир пӗлместӗр-им? Турӑ: «Иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ», — тет вӗт. 17 Ҫӳлхуҫапа пӗрлешекен вара унпа пӗр шухӑшлӑ* пулать. 18 Аскӑнлӑхран* тарӑр! Ҫын тума пултаракан ытти ҫылӑхсем — ун кӗлеткин тулашӗнче, анчах ҫын аскӑн ӗҫ тӑвать пулсан, вӑл хӑйӗн кӗлеткине хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. 19 Сирӗн кӗлетке святой сывлӑшӑн храмӗ пулнине эсир пӗлместӗр-им? Ҫав сывлӑш сирӗн ӑшӑрта, эсир ӑна Турӑран илнӗ. Эсир ӗнтӗ хӑвӑрӑн мар, 20 мӗншӗн тесен сире пысӑк хак парса илнӗ. Эппин, хӑвӑр кӗлеткепе Турра мухтава кӑларӑр.

7 Эсир ҫырса янӑ ыйту пирки калас пулсан, хӗрарӑма тӗкӗнменни* арҫыншӑн лайӑхрах. 2 Анчах та аскӑнлӑх* анлӑ сарӑлнине пула кашни арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр. 3 Упӑшки арӑмне тивӗҫлине патӑр, арӑмӗ — упӑшкине. 4 Арӑмӗ хӑй кӗлеткипе хуҫа мар, упӑшки хуҫа. Упӑшки те хӑй кӗлеткипе хуҫа мар, арӑмӗ хуҫа. 5 Пӗр-пӗрне тивӗҫлине парассинчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, кӗлтума вӑхӑт уйӑрмашкӑн, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса вӑхӑтлӑха анчах пӑрӑнӑр, унтан вара каллех пӗрле пулӑр. Унсӑрӑн эсир чаруллӑ пулаймастӑр, вара Шуйттан ҫакӑнпа усӑ курӗ. 6 Эпӗ каланине эсир тытса тӑма пултаратӑр, анчах ку тытса тӑмалли закон мар. 7 Ҫапах та пур ҫын та ман пек пултӑр тетӗп. Тепӗр тесен, кашнин Турӑран илнӗ пултарулӑх* пур: пӗрин — апла, теприн — капла.

8 Мӑшӑрланманнисене тата тӑлӑх арӑмсене калатӑп: вӗсем ман пекех мӑшӑрланмасӑр пурӑнни лайӑхрах. 9 Анчах та вӗсем хӑйсене чарма пултараймаҫҫӗ пулсан — мӑшӑрланччӑр. Ар хутшӑнӑвне кӗрес шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен мӑшӑрланни лайӑхрах.

10 Мӑшӑрланнисене эпӗ хушу паратӑп, тӗрӗсрех каласан, эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа хушу парать: арӑмӗн упӑшкине пӑрахса каймалла мар. 11 Пӑрахса кайсан, урӑх качча ан кайтӑр е упӑшкипе мирлештӗр. Упӑшкин те арӑмне пӑрахса каймалла мар.

12 Ыттисене вара Ҫӳлхуҫа мар, эпӗ хам калатӑп: арҫын тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗ унпа пурӑнма килӗшет пулсан, вӑл арӑмне пӑрахса ан кайтӑр. 13 Хӗрарӑм та, унӑн упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах упӑшки унпа пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине пӑрахса ан кайтӑр. 14 Ӗненмен упӑшка арӑмне пула сӑваплӑ пулать, ӗненмен арӑм та ӗненекен упӑшкине пула сӑваплӑ пулать. Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулнӑ пулӗччӗҫ, капла — сӑваплӑ. 15 Анчах ӗненмен мӑшӑрӗ пӑрахса каясшӑн пулсан, пӑрахса кайтӑр. Кун пек чухне ӗненекен мӑшӑрӗ унпа пурӑнмасан та пултарать, мӗншӗн тесен Турӑ сире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ. 16 Арӑм, кам пӗлет, тен, эсӗ упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Упӑшка, кам пӗлет, тен, эсӗ арӑмна ҫӑлса хӑварӑн?

17 Кашнийӗ хӑйне Иегова* палӑртса хунӑ пек пурӑнтӑр, Турӑ чӗнсе илнӗ чухне вӑл мӗнле пулнӑ, ҫаплипех юлтӑр. Эпӗ пур пухура та ҫакӑн пек хушу паратӑп. 18 Кам та пулин хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳтне кастарнӑ пулсан, ҫавӑ ҫаплипех юлтӑр. Кам та пулин хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳтне кастарман пулсан, ҫавӑ ӳтне ан кастартӑр. 19 Ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест, чи кирли вӑл — Туррӑн заповечӗсене тытса тӑни. 20 Чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех юлӑр. 21 Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ҫакӑншӑн ан пӑшӑрхан. Анчах ирӗке тухма пултаратӑн пулсан, ҫак майпа усӑ кур. 22 Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗ пулма чӗнсе илнӗ чухне кам чура пулнӑ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫан ирӗке тухнӑ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавнашкалах, хӑйне чӗнсе илнӗ чухне кам ирӗклӗ пулнӑ, ҫавӑ Христосӑн чури пулса тӑнӑ. 23 Сире пысӑк хак парса илнӗ, тек ҫынсен чурисем ан пулӑр. 24 Тӑвансем, чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнӑ, пурсӑр та Турӑ умӗнче ҫаплипех юлӑр.

25 Унччен мӑшӑрланманнисем* пирки вара эпӗ Ҫӳлхуҫаран нимӗнле хушу та илмен. Анчах эпӗ, Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ май, сире хамӑн шухӑша калам. 26 Ман шутпа, хальхи йывӑр вӑхӑтра ҫын ҫаплипех юлни аванрах. 27 Санӑн арӑм пур пулсан, ӑна пӑрахса кайма ан шутла. Эсӗ арӑмсӑр пулсан, арӑм ан шыра. 28 Анчах авлансан та ҫылӑх тумастӑн. Унччен мӑшӑрланманни* те мӑшӑрлансан ҫылӑх тумасть. Анчах та ун пеккисен пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ*. Эпӗ вара сире вӗсенчен сыхласа хӑварасшӑн.

29 Унсӑр пуҫне, тӑвансем, сире ҫакна калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пулччӑр. 30 Макӑраканнисем макӑрманнисем пек, савӑнаканнисем савӑнманнисем пек, туянаканнисем туянманнисем пек пулччӑр, 31 ҫак тӗнчепе усӑ кураканнисем унпа туллин усӑ курманнисем пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен сцени улшӑнса пырать. 32 Эпӗ сирӗн пӑшӑрханмалли ан пултӑр тетӗп. Авланман арҫын Ҫӳлхуҫан ӗҫне тӑвассишӗн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫана юрасшӑн тӑрӑшать. 33 Авланнӑ арҫын вара ҫак тӗнчери япаласемшӗн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен хӑйӗн арӑмне юрасшӑн тӑрӑшать, 34 ҫапла вара вӑл хӑй ӑшӗнче пайланса каять. Ҫавӑн пекех качча кайман хӗрарӑм е хӗр* Ҫӳлхуҫа ӗҫне тӑвассишӗн пӑшӑрханать, ҫапла вара кӗлеткипе те, шухӑшӗсемпе* те сӑваплӑ пулать. Качча кайнӑ хӗрарӑм вара ҫак тӗнчери япаласемшӗн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен хӑйӗн упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать. 35 Ҫакна эпӗ сире чарас тесе мар, хӑвӑрах усӑ пултӑр тесе калатӑп, сирӗн хӑвӑра йӗркеллӗ тытса, Ҫӳлхуҫана яланах чунтан парӑнса уншӑн пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп.

36 Анчах та мӑшӑрланман ҫын ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑла чараймастӑп тесе* шутлать пулсан тата вӑл ытла ҫамрӑках мар пулсан, хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, вӑл ҫылӑх тумасть. Кун пеккисем мӑшӑрланччӑр. 37 Кам та пулин, хӑй мӑшӑрланмасӑр пурӑнма пултарнине тата ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑлне чарма пултарнине туйса, хӑйӗн чӗринче мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытрӗ пулсан тата вӑл ҫак тӗлӗшрен ҫирӗп шухӑшлӑ пулсан, вӑл лайӑх тӑвать. 38 Ҫапла вара, кам мӑшӑрланать — лайӑх тӑвать, кам мӑшӑрланмасть — тата лайӑхрах тӑвать.

39 Упӑшки чӗрӗ чухне арӑмӗн урӑххине качча кайма ирӗк ҫук. Упӑшки вилсен, арӑмӗ кирек кама та качча кайма пултарать, анчах ҫав ҫын Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗ пулмалла. 40 Ҫапах та, ман шутпа, вӑл ҫаплипех юлсан, телейлӗрех пулать. Эпӗ вара Туррӑн сывлӑшӗ манра та пур тесе шутлатӑп.

8 Халӗ йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен ҫырам. Паллах, пирӗн пурин те пӗлӳ пур. Пӗлӳ мӑнкӑмӑллӑ тӑвать, юрату вара ҫирӗплетет. 2 Ҫын мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шутлать пулсан, вӑл ҫавӑн ҫинчен мӗн пӗлмеллине пурне те пӗлмест. 3 Анчах кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет.

4 Апла, йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫе ҫиме юрать-и? Эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх нимӗн те мар, пӗр Турӑ кӑна пур. 5 Ҫынсем тӳпере те, ҫӗр ҫинче те тӗрлӗ турӑсем пур теҫҫӗ (чӑнах та, ҫынсемшӗн «турӑсем» тата «хуҫасем» нумай), 6 пирӗншӗн вара пӗр Турӑ кӑна пур — вӑл пирӗн Атте, пӗтӗмпех вӑл тунӑ, эпир уншӑн пурӑнатпӑр; тата пӗр Ҫӳлхуҫа пур — Иисус Христос, пӗтӗмпех ун урлӑ тунӑ, эпир ун урлӑ пурӑнатпӑр.

7 Анчах пурин те ҫакӑн пек пӗлӳ ҫук. Унччен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫак апат-ҫимӗҫе йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апата ҫинӗ пек ҫиеҫҫӗ, вара вӗсен совеҫӗ хавшак пулнӑран ирсӗрленет. 8 Анчах апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне ҫывхартмасть. Ҫимесен те — эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр, ҫисен те — пирӗн нимӗн те хушӑнмасть. 9 Сирӗн суйласа илме ирӗк пур, анчах та асӑрханӑр: эсир ҫак ирӗкпе мӗнле усӑ курни хавшак совеҫлисен ӗненӗвне ан хавшаттӑр*. 10 Хавшак совеҫли сана, пӗлӳ пурскере, йӗрӗхсене пуҫҫапакан храмра апат ҫинине курсан, ҫакӑ ӑна, хӑйӗн совеҫне хирӗҫ кайса, йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апата ҫиме хистемӗ-и? 11 Ҫапла эсӗ хӑвӑн пӗлӳпе хавшак ҫынна пӗтеретӗн. Вӑл вара санӑн тӑвану, уншӑн Христос вилнӗ. 12 Эсир тӑвансене хирӗҫ ҫапла ҫылӑх туса тата вӗсен хавшак совеҫне амантса Христоса хирӗҫ ҫылӑх тӑватӑр. 13 Ҫавӑнпа та хам мӗн ҫини манӑн тӑванӑн ӗненӗвне хавшатать* пулсан, унӑн ӗненӗвне хавшатас мар* тесе эпӗ ӗмӗрне те аш ҫимӗп.

9 Эпӗ ирӗклӗ мар-им? Эпӗ апостол мар-им? Эпӗ Иисуса, хамӑрӑн Ҫӳлхуҫамӑра, курман-им? Эсир хӑвӑр та эпӗ Ҫӳлхуҫа ӗҫӗнче ӗҫлесе тунӑ ҫимӗҫ мар-им? 2 Ыттисемшӗн эпӗ апостол мар пулсан та, сирӗншӗн эпӗ чӑнах та апостол, мӗншӗн тесен эсир — эпӗ Ҫӳлхуҫан апостолӗ пулнине ҫирӗплетсе паракан пичет.

3 Хама айӑплакансене эпӗ хама хӳтӗлесе ҫапла калатӑп: 4 пирӗн ӗҫме-ҫиме ирӗк ҫук-им? 5 Пирӗн, ытти апостолсем пек, Ҫӳлхуҫан тӑванӗсем пек, Ки́фа* пек, ӗненекен хӗрарӑма качча илсе ӑна хамӑрпа пӗрле илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-им? 6 Е пирӗн Варнавӑпа иксӗмӗрӗн ҫеҫ ӗҫлемесӗр пурӑнма ирӗк ҫук? 7 Ҫарта тӑракан салтак хӑй шучӗпе пурӑнать-и? Виноград пахчи лартса ӳстерекен унӑн ҫырлине ҫимӗ-и? Е кӗтӳ пӑхакан кӗтӳри выльӑхӑн сӗтне ӗҫмӗ-и?

8 Эпӗ ҫын шухӑшне кӑна калатӑп-и? Закон та ҫавнах каламасть-и вара? 9 Моисей законӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Авӑн ашакан* вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла*». Турӑ вӑкӑрсем ҫинчен шутлать-ши? 10 Е ҫакна вӑл пирӗншӗн калать? Чӑнах та, ҫакна пирӗншӗн ҫырнӑ, мӗншӗн тесен сухалаканӑн тата авӑн ҫапаканӑн* хӑйӗн пайне илессе шанса ӗҫлемелле.

11 Эпир сирӗн хушшӑрта Турӑ сӑмахне акрӑмӑр пулсан, сирӗнтен хамӑра мӗн кирлине вырса илсен, тӗрӗс мар пулать-и вара? 12 Ыттисен сирӗнтен пулӑшу илме ирӗк пур пулсан, пирӗн тата ытларах ирӗк пур. Ҫапах та эпир ҫак ирӗкпе усӑ курмастпӑр, Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарӑлма нимпе те чӑрмантарас мар тесе эпир пурне те чӑтса ирттеретпӗр. 13 Храмра сӑваплӑ тивӗҫсене туса тӑракансем храмри апата ҫинине эсир пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансем те унта мӗн кӳнинчен пай илсе тӑнине пӗлместӗр-им? 14 Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫа та ырӑ хыпар саракансем ырӑ хыпар шучӗпе тӑранса пурӑнччӑр тесе хушнӑ.

15 Анчах эпӗ ҫакӑн пек майсенчен нихӑшӗнпе те усӑ курмарӑм. Ҫакна эпӗ сирӗнтен мӗн те пулин илес тесе ҫырмастӑп, мӗншӗн тесен ун пек тӑвиччен маншӑн вилсе выртни лайӑхрах. Никам та манран мухтанмалли сӑлтава туртса илеймӗ! 16 Эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн ним мухтанмалли те ҫук, ку — манӑн яваплӑх. Эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреместӗп пулсан, хуйхӑ пулӗ мана! 17 Эпӗ ҫакна хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, награда илетӗп. Хам ирӗкпе тумасан та, ҫав-ҫавах манӑн ӑна тумалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ — мана шанса панӑ ӗҫ. 18 Апла, мана мӗнле награда пулать? Эпӗ ырӑ хыпара тӳлевсӗрех пӗлтерме пултаратӑп, ҫакӑ манӑн награда. Ҫапла туса эпӗ ырӑ хыпара пӗлтерекене панӑ ирӗкпе иртӗхместӗп.

19 Эпӗ ирӗклӗ ҫын пулсан та, май килнӗ таран нумай ҫынна пулӑшас тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм. 20 Иудейсене пулӑшас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пулса тӑтӑм. Закона пӑхӑнакансене пулӑшас тесе (хам закона пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ закона пӑхӑнакан пек пулса тӑтӑм. 21 Законсӑррисене пулӑшас тесе вӗсемшӗн эпӗ законсӑр ҫын пек пулса тӑтӑм (хам вара эпӗ Турӑ умӗнче законсӑр мар, эпӗ Христосӑн законне пӑхӑнса тӑратӑп). 22 Халсӑррисене пулӑшас тесе вӗсемшӗн эпӗ халсӑр пулса тӑтӑм. Хӑшне те пулин ҫӑлас тесе эпӗ пур тӗрлӗ ҫыншӑн та вӗсем пек пулса тӑтӑм, хам мӗн тума пултарнине веҫех турӑм. 23 Эпӗ ырӑ хыпаршӑн, ӑна ыттисене каласа парас тесе, пӗтӗмпех тӑватӑп.

24 Эсир пӗлместӗр-им: ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте чупаҫҫӗ, анчах наградӑна пӗри кӑна илет. Наградӑна илмешкӗн пӗтӗм вӑйран чупӑр. 25 Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем* хӑйсене пур тӗлӗшрен те чаруллӑ тытаҫҫӗ. Вӗсем ҫакна шанса каякан пуҫ кӑшӑлне илессишӗн тӑваҫҫӗ, эпир вара ҫакна шанса кайманнине илессишӗн тӑватпӑр. 26 Ҫавӑнпа эпӗ тӗлли-паллисӗр чупмастӑп, сывлӑша ҫапасшӑн ҫапмастӑп. 27 Ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑнӑ ҫӗртенех хама Турӑ ырлама ан пӑрахтӑр тесе* эпӗ хамӑн кӗлеткене чаратӑп*, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп.

10 Тӑвансем, манӑн сире ҫакна пӗлтерес килет: пирӗн мӑн асаттесем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс урлӑ утса каҫнӑ, 2 пурте пӗлӗт айӗнче тинӗс урлӑ каҫнӑ чухне Моисейпа пӗрлӗхре пулса шыва кӗнӗ, 3 пурте Турӑ панӑ апатах ҫинӗ 4 тата пурте Турӑ панӑ шывах ӗҫнӗ. Вӗсем хӑйсемпе пыракан чул хысакӗнчен ӗҫнӗ, ҫав чул хысакӗ Христоса пӗлтернӗ*. 5 Ҫапах та Турӑ вӗсенчен нумайӑшне ырламан, вӗсем ӗнтӗ пушхирте вилсе пӗтнӗ.

6 Пирӗн вӗсен пек усал тӑвас шухӑш ан пултӑр тесе ҫаксем пурте пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗхсем пулса тӑнӑ. 7 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пек йӗрӗхсене пуҫҫапакансем пулса ан тӑрӑр. Вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран савӑнма пуҫланӑ». 8 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пек аскӑн ӗҫ* ан тӑвӑр. Аскӑн ӗҫе пула пӗр кун хушшинчех вӗсенчен 23 000-ӗшӗ вилнӗ. 9 Иеговӑна* тӗрӗслер мар, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӑна тӗрӗсленӗ те ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ. 10 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пек ан ӳпкелешӗр, вӗсем ӳпкелешнӗ те, тӗп тӑваканни вӗсене вӗлернӗ. 11 Вӗсемпе мӗн пулса иртни пурте — асӑрхаттаракан тӗслӗхсем. Вӗсене пире валли, ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗнче* пурӑнакансем валли, ҫырса хунӑ.

12 Ҫавӑнпа кам та пулин ҫирӗп тӑратӑп тесе шутлать пулсан, ӳкесрен асӑрхантӑр. 13 Эсир тӳсекен йывӑрлӑхсем* — ахаль йывӑрлӑхсем ҫеҫ, вӗсене пур ҫын та тӳсет. Анчах Турӑ шанчӑклӑ, вӑл сире хӑвӑр чӑтса ирттерме пултарнинчен ытла йывӑрлӑх курма памӗ. Йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ чухне вӑл сире ӑна чӑтса ирттерме пулӑшу та парӗ.

14 Ҫавӑнпа, юратнӑ тӑванӑмсем, йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен тарӑр. 15 Эпӗ сирӗнпе ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫатӑп, ҫавӑнпа та эпӗ тӗрӗс калатӑп-и е тӗрӗс мар-и, хӑвӑрах шутлӑр. 16 Эпир Турра тав туса ӗҫекен пиллӗх курки Христосӑн юнӗнчен усӑ илнине пӗлтермест-и? Эпир хуҫса ҫиекен ҫӑкӑр Христосӑн кӗлеткинчен усӑ илнине пӗлтермест-и? 17 Ҫӑкӑр пӗрре, ҫавӑнпа та эпир, нумаййӑн пулин те, пӗр кӗлетке пулатпӑр, мӗншӗн тесен эпир пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑрах ҫиетпӗр.

18 Израиль ҫыннисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: парне вырӑнӗ ҫинче кӳнӗ парнене ҫинипе вӗсем Турӑпа пӗрле ҫиекенсем пулмаҫҫӗ-и? 19 Ҫакӑнпа эпӗ мӗн каласшӑн? Йӗрӗх е йӗрӗхе кӳнӗ парне мӗне те пулин пӗлтерет тесшӗн-и? 20 Ҫук, апла мар. Урӑх халӑхсем парне кӳнӗ чухне ӑна Турра мар, демонсене кӳреҫҫӗ тесшӗн. Манӑн вара сире демонсемпе хутшӑнтарас килмест. 21 Эсир Иеговӑн* куркинчен те, демонсен куркинчен те ӗҫме пултараймастӑр; «Иеговӑн* сӗтелӗ» ҫинчен те, демонсен сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр. 22 Пирӗн «Иеговӑна* кӗвӗҫтерме» кирлех-ши? Эпир унран вӑйлӑрах-им?

23 Пурне те тума юрать, анчах пурте усӑллӑ мар. Пурне те тума юрать, анчах пурте ҫирӗплетмест. 24 Кашнийӗ хӑйӗншӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑштӑр.

25 Пасарта сутакан кирек мӗнле аша та ӑна ӑҫтан илсе килнине ыйтмасӑр таса совеҫпе ҫийӗр. 26 Мӗншӗн тесен «ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те пӗтӗмпех Иеговӑн*». 27 Пӗр-пӗр ӗненмен ҫын сире хӑнана чӗнсен, эсир унта кайсан, хӑвӑр ума мӗн лартнине пурне те ыйтмасӑр таса совеҫпе ҫийӗр. 28 Анчах та кам та пулин сире: «Ку аша парнене кӳнӗ пулнӑ», — тесен, ҫапла калаканшӑн тата совесть кӑшласран ӑна ан ҫийӗр. 29 Эпӗ сирӗн совесть пирки мар, тепӗр ҫыннӑн совеҫӗ пирки калатӑп. Эпӗ ирӗклӗ пулсан та, мӗншӗн-ха манӑн тепӗр ҫыннӑн совеҫӗ айӑплакан ӗҫе тумалла? 30 Эпӗ апата Турра тав туса ҫиетӗп пулин те, ыттисем мана ҫавӑншӑн айӑплаҫҫӗ пулсан, манӑн ӑна ҫимеллех-ши?

31 Эппин, эсир ҫиетӗр-и, ӗҫетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и — пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр. 32 Никама та: еврейсене те, грексене те, Туррӑн пухӑвӗнчисене те — ан кӳрентерӗр*. 33 Эпӗ хам та ҫапла тӑватӑп, эпӗ пурне те пур тӗлӗшрен те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнтӑр тесе эпӗ хамшӑн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшатӑп.

11 Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.

2 Эсир мана яланах асра тытнӑшӑн тата эпӗ хӑвӑра мӗне вӗрентнине* ҫирӗп тытса тӑнӑшӑн эпӗ сире мухтатӑп. 3 Анчах сирӗн ҫакна пӗлмелле пултӑр тетӗп: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫӗ — Христос, хӗрарӑмӑн пуҫӗ — арҫын, Христосӑн пуҫӗ вара — Турӑ. 4 Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е пророкла каланӑ чухне пуҫне витнӗ пулсан, вӑл хӑйӗн пуҫне намӑса кӑларать. 5 Кирек хӑш хӗрарӑм та кӗлтунӑ чухне е пророкла каланӑ чухне пуҫне витмесен, вӑл хӑйӗн пуҫне намӑса кӑларать, мӗншӗн тесен вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янипе пӗрех. 6 Хӗрарӑм пуҫне витмест пулсан, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр. Анчах ҫӳҫне кастарса яни е хыртарса яни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне виттӗр.

7 Арҫыннӑн хӑйӗн пуҫне витмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл — Туррӑн сӑнарӗ, Туррӑн мухтавӗ. Хӗрарӑм вара — арҫыннӑн мухтавӗ. 8 Арҫын хӗрарӑмран пулман, хӗрарӑм арҫынран пулнӑ. 9 Унтан та ытла, арҫынна хӗрарӑм валли туман, хӗрарӑма арҫын валли тунӑ. 10 Ҫак сӑлтава пула тата ангелсем курччӑр тесе хӗрарӑмӑн пуҫӗ ҫинче влаҫа пӑхӑннине кӑтартакан паллӑ пулмалла.

11 Тепӗр тесен, Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсем хушшинче хӗрарӑм арҫынсӑр пулаймасть, арҫын та хӗрарӑмсӑр пулаймасть. 12 Хӗрарӑм арҫынран пулнӑ пекех, арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать. Анчах пурне те Турӑ тунӑ. 13 Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӗрарӑмшӑн пуҫне витмесӗр кӗлтуни килӗшӳллӗ-и? 14 Ҫынна мӗнле туни ҫакна кӑтартса памасть-и: арҫыннӑн вӑрӑм ҫӳҫ пулсан, намӑс ӑна, 15 хӗрарӑмшӑн вара вӑрӑм ҫӳҫ — мухтав, мӗншӗн тесен ҫӳҫне ӑна пуҫ витти вырӑнне панӑ. 16 Кам та пулин ҫакӑн пирки тавлашас тесен, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн пухӑвӗсенче те урӑх йӑла ҫук.

17 Ҫакӑн пек вӗрентсе каласа эпӗ сире мухтамастӑп, мӗншӗн тесен эсир пӗрле пуҫтарӑнни усӑ панинчен ытларах сиен кӳрет. 18 Чӑн малтан, хам мӗн илтни ҫинчен калас килет: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан сирӗн хушшӑрта пайланса каясси пур. Эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те. 19 Сирӗн хушшӑрта сектӑсем те пулӗҫ*, ҫакӑ вара Турӑ сирӗнтен кама ырланине уҫҫӑн кӑтартӗ.

20 Эсир пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне ҫиме* пуҫтарӑнатӑр теме ҫук. 21 Ӑна ҫиме вӑхӑт ҫитичченех эсир хӑвӑрӑн каҫхи апата ҫисе яратӑр. Ҫапла вара пӗри выҫӑ, тепри ӳсӗр. 22 Сирӗн ӗҫсе ҫиме кил ҫук-и-мӗн? Е эсир Туррӑн пухӑвне ним вырӑнне хумасӑр чухӑн ҫынсене намӑслантарас тетӗр-и? Мӗн калас сире? Мухтаса илес-и? Ҫакӑншӑн сире мухтамӑп.

23 Эпӗ сире Ҫӳлхуҫаран хам мӗн пӗлнине вӗрентрӗм: хӑйне сутас каҫ Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӑкӑр илсе 24 Турра тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене парса каланӑ: «Ҫак ҫӑкӑр манӑн кӗлеткене пӗлтерет, ӑна сирӗншӗн параҫҫӗ. Ҫакна мана аса илсе тӑвӑр». 25 Каҫхи апат хыҫҫӑн вӑл ҫавӑн пекех курка илнӗ те каланӑ: «Ҫак курка сирӗншӗн тӑкӑнас юнӑмпа ҫирӗпленекен ҫӗнӗ килӗшӗве пӗлтерет. Унран ӗҫнӗ чухне кашнинчех ҫакна мана аса илсе тӑвӑр». 26 Мӗншӗн тесен ҫак ҫӑкӑра ҫинӗ чухне тата ҫак куркаран ӗҫнӗ чухне кашнинчех эсир Ҫӳлхуҫа киличчен вӑл вилни ҫинчен пӗлтерсе тӑратӑр.

27 Ҫавӑнпа та ҫӑкӑра ҫиекен тата Ҫӳлхуҫан куркинчен ӗҫекен хӑйне тивӗҫсӗр тытать пулсан, вӑл Ҫӳлхуҫан кӗлеткипе юнне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. 28 Малтан ҫын хӑйне тӗрӗслесе пӑхтӑр, хӑй ӗҫме-ҫиме тивӗҫлӗ пулнине курсан тин ҫӑкӑр ҫитӗр тата куркаран ӗҫтӗр. 29 Кам Ҫӳлхуҫан кӗлетки мӗне пӗлтернине ӑнланмасӑр ӗҫсе ҫиет, ҫавӑ хӑйне айӑпа кӗртет. 30 Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем тата чирлисем нумай, вилнисем* те сахал мар. 31 Эпир хамӑра тӗрӗслесе тӑнӑ пулсан айӑпа кӗмен пулӑттӑмӑр. 32 Анчах Иегова* хамӑра суд тунӑ чухне, тӗнчепе пӗрле пирӗн те наказани илмелле ан пултӑр тесе, пире ӑса вӗрентет. 33 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ҫак каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр. 34 Кам та пулин выҫӑ пулсан, хӑйӗн килӗнче ҫитӗр, ҫапла вара пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне эсир айӑпа кӗмӗр. Ытти ыйтусене вара хам пырсан татса парӑп.

12 Тӑвансем, манӑн сире святой сывлӑш паракан пултарулӑхсем* пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест. 2 Хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, ӗненекенсем пулса тӑриччен эсир калаҫма пултарайман йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ, вӗсене хӑвӑра ертсе пыма ирӗк панӑ. 3 Халӗ вара эпӗ сирӗн ҫакна ӑнланмалла пултӑр тетӗп: Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнипе калаҫакансенчен никам та Иисуса ылханмасть тата никам та хӑйӗн ҫине святой сывлӑш витӗм кӳмесӗр Иисуса Ҫӳлхуҫа теме пултараймасть.

4 Тӗрлӗ пултарулӑх* пур, анчах вӗсене пурне те пӗр сывлӑшах парать. 5 Сӑваплӑ ӗҫе тӗрлӗ майпа туса тӑма пулать, ҫапах та эпир пӗр Ҫӳлхуҫашӑнах ӗҫлесе тӑратпӑр. 6 Тӗрлӗ ӗҫсем тума пулӑшмашкӑн Турӑ кашни ҫине тӗрлӗрен витӗм кӳрет, ҫапах та хӑй вӑл пӗрре анчах. 7 Святой сывлӑш кашни ҫине витӗм кӳни уҫҫӑн курӑнать, Турӑ ӑна пурне те усӑ пултӑр тесе парать. 8 Ҫапла вара сывлӑш хӑшне ӑслӑлӑхпа калаҫма* пулӑшать, хӑшне ҫав сывлӑшах ыттисем пӗлме пултарайманнине* калама пулӑшать, 9 хӑшне ҫав сывлӑш ӗненме пулӑшать, хӑшне ҫав сывлӑшах сыватас пултарулӑх парать, 10 хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне пӗр-пӗр хыпар Турӑран пулнипе пулманнине ӑнланма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне урӑх чӗлхесемпе каланине куҫарма пулӑшать. 11 Ҫаксене пурне те пӗр сывлӑшах тӑвать, вӑл хӑйне кирлӗ пек кашни ҫынна пултарулӑх парать.

12 Ҫын кӗлетки нумай пайран тӑрать. Пайӗсем нумай пулсан та, вӗсем пӗр кӗлетке пулаҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах. 13 Пӗр кӗлетке тӑвас тесе пире пурне те — еврейсемпе грексене те, чурасемпе ирӗклисене те — пӗр сывлӑшпах шыва кӗртнӗ*, пире пурне те пӗр сывлӑшах панӑ*.

14 Кӗлетке пӗр пайран мар, нумай пайран тӑрать. 15 Ура: «Эпӗ алӑ мар, эппин, кӗлеткен пайӗ те мар», — тенипе кӗлеткен пайӗ пулма пӑрахмасть. 16 Хӑлха та: «Эпӗ куҫ мар, эппин, кӗлеткен пайӗ те мар», — тенипе кӗлеткен пайӗ пулма пӑрахмасть. 17 Пӗтӗм кӗлетке куҫ пулнӑ пулсан, ҫын мӗнпе илтнӗ пулӗччӗ? Пӗтӗм кӗлетке хӑлха пулнӑ пулсан, ҫын шӑршсене мӗнпе туйнӑ пулӗччӗ? 18 Анчах Турӑ кӗлеткен кашни пайне хӑй ӑҫта вырнаҫтарас тенӗ, ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ.

19 Кӗлеткен пур пайӗ те пӗр пек пулнӑ пулсан, вӑл кӗлетке пулӗччӗ-и? 20 Капла пайӗсем нумай, кӗлетке вара пӗрре. 21 Куҫ алла: «Эсӗ мана кирлӗ мар», — тесе калаймасть. Пуҫ та урасене: «Эсир мана кирлӗ мар», — тесе калаймасть. 22 Пачах урӑхла, кӗлеткен хавшакрах пек туйӑнакан пайӗсем питӗ кирлӗ. 23 Кӗлеткен хӑш-пӗр пайӗсем пирки чаплах мар тесе шутлатпӑр пулин те, эпир вӗсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр. Ҫапла вара хамӑрӑн илемлех мар пайсем илемлӗрех курӑнаҫҫӗ. 24 Илемлисемшӗн вара капла тӑрӑшмалла мар. Турӑ кӗлеткене майлаштарасса та чаплах мар пайсемшӗн ытларах тӑрӑшмалла туса майлаштарнӑ. 25 Ҫакна вӑл кӗлеткере пайланса каясси ан пултӑр тесе тата кӗлеткен пайӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшчӑр тесе тунӑ. 26 Кӗлеткен пӗр пайӗ асапланать пулсан, ытти пайӗсем те унпа пӗрле асапланаҫҫӗ. Кӗлеткен пӗр пайӗ мухтава тухать пулсан, ытти пайӗсем те унпа пӗрле савӑнаҫҫӗ.

27 Эсир вара — Христосӑн кӗлетки, уйрӑмшарӑн — ҫак кӗлеткен пайӗсем. 28 Турӑ пухура кашнине вырӑн уйӑрса панӑ: пӗрремӗшӗнчен, апостолсене, иккӗмӗшӗнчен, пророксене, виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗрентекенсене, унтан тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакансене, кайран сыватас пултарулӑх пуррисене, ыттисене пулӑшакансене, ертсе пыма пултаракансене тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакансене. 29 Пурте апостолсем-и? Пурте пророксем-и? Пурте вӗрентекенсем-и? Пурте тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ-и? 30 Пурин те сыватас пултарулӑх пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-и? Пурте куҫараҫҫӗ-и? 31 Ҫак пултарулӑхсенчен кирлӗреххисене илме тӑрӑшӑр*. Эпӗ вара сире чи лайӑх ҫула кӑтартӑп.

13 Эпӗ ҫынсен тата ангелсен чӗлхисемпе калаҫатӑп пулсан та, хамӑн вара юрату ҫук пулсан, эпӗ янӑракан гонг е чӑнкӑртатакан кимвал* пек пулатӑп. 2 Манӑн пророкла калаҫас пултарулӑх пур пулсан та, сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхсене пурне те ӑнланатӑп тата мӗн пӗлмеллине веҫех пӗлетӗп пулсан та, манӑн тусене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫармалӑх ӗненӳ пур пулсан та, хамӑн вара юрату ҫук пулсан, эпӗ — нимӗн те мар. 3 Эпӗ ыттисене пулӑшас тесе хамӑн пӗтӗм пурлӑха валеҫсе пӗтерсен те тата мухтанас тесе хамӑн пурнӑҫа парсан та, хамӑн вара юрату ҫук пулсан, ҫакӑнтан мана ним усси те пулмӗ.

4 Юрату тӳсӗмлӗ тата ырӑ. Юрату кӗвӗҫмест*, вӗҫкӗнленмест тата мӑнкӑмӑлланмасть. 5 Вӑл хӑйне намӑссӑрла* тытмасть, хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшмасть, тарӑхмасть, кӳрентернине асра тытмасть, 6 тӗрӗс марришӗн* савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать. 7 Вӑл нихӑҫан та парӑнмасть, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пӗтӗмпех чӑтса ирттерет.

8 Юрату нихӑҫан та пӗтмест. Турӑ ҫынсене панӑ пултарулӑх вара — пророкла калаҫасси, урӑх чӗлхесемпе калаҫасси тата ыттисем пӗлме пултарайманнине пӗлесси — пӗтӗ. 9 Эпир пӗтӗмпех пӗлместпӗр, мӗн пулассине те пӗтӗмпех пророкла калаймастпӑр. 10 Анчах пуласлӑхра эпир пӗтӗмпех пӗлӗпӗр, мӗн пулассине те пӗтӗмпех пророкла калама пултарӑпӑр, вара пӗтӗмпех пӗлменни те, мӗн пулассине пӗтӗмпех пророкла калайманни те пӗтӗ. 11 Эпӗ ача чухне ача пек калаҫаттӑм, ача пек шухӑшлаттӑм тата ача пек пӗтӗмлетӳсем тӑваттӑм, ҫитӗнсе ҫитсен вара ача чухнехине пӑрахрӑм. 12 Халӗ эпир, металран тунӑ куҫкӗски ҫине пӑхнӑ чухнехи пек, лайӑхах курмастпӑр, ун чухне вара лайӑх* курӑпӑр. Халӗ эпӗ пӗтӗмпех пӗлместӗп, ун чухне вара, Турӑ мана пӗлнӗ пек, пӗтӗмпех* пӗлӗп. 13 Ҫапах та ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юрату — юлаҫҫӗ, вӗсенчен чи асли вара — юрату.

14 Пӗр-пӗрне юратсах тӑрӑр, святой сывлӑш паракан пултарулӑхсене, уйрӑмах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр*. 2 Камӑн урӑх чӗлхепе калаҫас пултарулӑх пур, ҫавӑ ҫынсемпе мар, Турӑпа калаҫать. Вӑл сывлӑш хӑвачӗпе сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхсене калать пулин те, ӑна никам та ӑнланмасть. 3 Анчах кам пророкла калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн сӑмахӗсемпе ыттисене ҫирӗплетет, хавхалантарать тата йӑпатать. 4 Урӑх чӗлхепе калаҫакан хӑйне ҫирӗплетет, пророкла калаҫакан вара пухӑва ҫирӗплетет. 5 Манӑн сире пурне те урӑх чӗлхесемпе калаҫтарас килет, анчах эсир пророкла калаҫсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Енчен те урӑх чӗлхесемпе калаҫакан пухӑва ҫирӗплетес тесе хӑй мӗн каланине куҫарса памасть пулсан, вӑл пророкла калаҫсан лайӑхрах пулать. 6 Тӑвансем, эпӗ сирӗн пата пырса урӑх чӗлхесемпе калаҫсан, сире ҫакӑнтан мӗн усси пулӗ? Сире пулӑшас тесен манӑн Турӑ уҫса панине пӗлтермелле, пӗлӳ памалла, пророкла калаҫмалла е вӗрентмелле.

7 Тӗслӗхшӗн сасӑ кӑларакан чӗрӗ мар япаласене, сӑмахран, флейтӑна е арфӑна, илер. Вӗсем кӑларакан сасӑсене уйӑрса илме ҫук пулсан, арфӑпа е флейтӑпа мӗн каланине мӗнле ӑнланса илмелле? 8 Труба уҫӑмлӑ сасӑ кӑлармасан, ҫапӑҫӑва кам хатӗрленӗ? 9 Ҫавнашкалах эсир те ӑнланма йывӑр сӑмахсене калатӑр пулсан, эсир мӗн каланине кам ӑнланӗ? Эсир калани усӑсӑр пулӗ. 10 Тӗнчере темӗн тӗрлӗ чӗлхе те пур, вӗсене пурне те ӑнланма пулать. 11 Енчен те эпӗ калаҫаканӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланмастӑп пулсан, эпӗ уншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп, вӑл та маншӑн ют халӑх ҫынни пулать. 12 Ҫавӑн пекех эсир те, сывлӑш паракан тӗрлӗ пултарулӑх илес текенсем, пухӑва ҫирӗплетекен пултарулӑхсем нумайрах илме тӑрӑшӑр.

13 Ҫавӑнпа та урӑх чӗлхепе калаҫаканни хӑй мӗн каланине куҫарма пултарасчӗ тесе кӗлтутӑр. 14 Урӑх чӗлхепе кӗлтунӑ чухне эпӗ хам мар, сывлӑш панӑ пултарулӑх кӗлтӑвать, ман ӑс вара ун чухне ӗҫлемест. 15 Апла мӗн тӑвам-ха? Эпӗ сывлӑш паракан пултарулӑхпа кӗлтӑвӑп, ӑспа та кӗлтӑвӑп. Эпӗ сывлӑш паракан пултарулӑхпа Турра мухтаса юрлӑп, ӑспа та Турра мухтаса юрлӑп. 16 Эсӗ сывлӑш паракан пултарулӑхпа Турра мухтатӑн пулсан, сирӗн хушшӑрти ахаль ҫын эсӗ Турра тав туса кӗлтунӑ чухне «аминь» тесе калаймӗ, мӗншӗн тесен вӑл эсӗ мӗн каланине ӑнланмасть. 17 Паллах, эсӗ лайӑх кӗлтӑватӑн, анчах ҫакӑ тепӗр ҫынна ҫирӗплетмест. 18 Тавах Турра, эпӗ сирӗнтен пуринчен те нумайрах чӗлхепе калаҫатӑп. 19 Ҫапах та пухура урӑх чӗлхепе вунӑ пин сӑмах каличчен эпӗ ыттисене вӗрентмешкӗн ӑнланмалла пилӗк сӑмах калӑп*.

20 Тӑвансем, ӑспа пӗчӗк ачасем пек ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен пӗчӗк ачасем пек пулӑр, шухӑшлас тӗлӗшрен вара ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр. 21 Законра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа урӑх чӗлхесемпе, ют халӑх ҫыннисен сӑмахӗсемпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем мана итлесшӗн пулмӗҫ“, — тет Иегова*». 22 Апла пулсан, чӗлхесем — ӗненекенсемшӗн мар, ӗненменнисемшӗн панӑ паллӑ, пророкла калаҫни вара — ӗненменнисемшӗн мар, ӗненекенсемшӗн панӑ паллӑ. 23 Пухура пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ чухне сирӗн пата ахаль ҫынсем е ӗненменнисем кӗрсен, сирӗн пирки ухмаха тухнӑ тесе каламӗҫ-и? 24 Анчах эсир пурте пророкла калаҫнӑ чухне сирӗн пата ахаль е ӗненмен ҫын кӗрсен, сирӗн сӑмахсем ӑна питлӗҫ тата хӑйне тӗрӗслеме хавхалантарӗҫ. 25 Вара вӑл хӑйӗн чӗрин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлӗ. Вӑл ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапӗ те: «Чӑнах та, сирӗн хушшӑрта Турӑ!» — тейӗ.

26 Эппин, тӑвансем, мӗн калӑпӑр? Эсир пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне хӑшӗ псалом юрлать, хӑшӗ вӗрентет, хӑшӗ Турӑ уҫса панине калать, хӑшӗ урӑх чӗлхепе калаҫать, хӑшӗ куҫарса парать. Ҫаксене пурне те пӗр-пӗрне ҫирӗплетмешкӗн тӑвӑр. 27 Кам та пулин урӑх чӗлхепе калаҫать пулсан, иккӗн, е чи нумаййи виҫҫӗн, калаҫчӑр, калаҫасса та черетпе калаҫчӑр, кам та пулин куҫарса патӑр. 28 Анчах та куҫарса паракан ҫук пулсассӑн, вӗсем пухура чӗнмесӗр тӑччӑр, хӑйсен ӑшӗнче Турӑпа калаҫчӑр. 29 Пророксем пур пулсан, иккӗн е виҫҫӗн калаҫчӑр, ыттисем вара мӗн каланине ӑнланса илме тӑрӑшчӑр. 30 Ларакансенчен пӗрне Турӑ мӗн те пулин уҫса парсассӑн, ҫав вӑхӑтра калаҫаканӗ калаҫма чарӑнтӑр. 31 Пурте вӗренме, хавхаланма пултарччӑр тесе эсир черетпе пророкла калаҫма пултаратӑр. 32 Хӑйсене сывлӑш панӑ пултарулӑхпа мӗнле усӑ курнине пророксен тӗрӗслесех тӑмалла. 33 Мӗншӗн тесен Турӑ — йӗркесӗрлӗх Турри мар, мир Турри.

Сӑваплӑ ҫынсен мӗнпур пухӑвӗнчи пекех, 34 хӗрарӑмсем пухура чӗнмесӗр тӑччӑр, мӗншӗн тесен вӗсене калаҫма ирӗк паман. Вӗсем пӑхӑнса тӑччӑр, закон та ҫавнах калать. 35 Вӗсем мӗн те пулин ӑнланасшӑн пулсан, упӑшкисенчен килте ыйтчӑр, мӗншӗн тесен хӗрарӑм пухура калаҫни килӗшӳллӗ мар.

36 Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-им? Е ӑна сире кӑна панӑ-и?

37 Кам хӑйне пророк тесе шутлать е хӑйӗн сывлӑш панӑ пултарулӑх пур тет, унӑн ҫакна йышӑнмалла: эпӗ сирӗн пата мӗн ҫырни — Ҫӳлхуҫан заповечӗ. 38 Кам вара ҫакна сирсе ярать, ҫавна хӑйне те сирсе ярӗҫ.* 39 Эппин, тӑванӑмсем, пророкла калаҫас пултарулӑха илме тӑрӑшӑр, урӑх чӗлхесемпе калаҫма та ан чарӑр. 40 Анчах пурте килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ пултӑр.

15 Тӑвансем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ ырӑ хыпара аса илтеретӗп, эсир ӑна йышӑнтӑр тата ӑна тытса тӑратӑр. 2 Эсир ҫак хыпара ҫирӗп тытса тӑрсан ҫеҫ ҫӑлӑнатӑр. Ҫирӗп тытса тӑмасан, эсир ӗненекенсем пулса тӑнинчен усси ҫук.

3 Чӑн малтан эпӗ сире хам мӗн пӗлнине вӗрентрӗм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ. 4 Ҫырура каланӑ пек, ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. 5 Вара вӑл Кифӑна*, унтан вуниккӗшне курӑннӑ. 6 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл пӗр харӑсах 500 арҫын тӑвана курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнать. 7 Кайран вӑл Иакова, унтан пур апостола та курӑннӑ. 8 Юлашкинчен вӑл мана, вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пекскере, курӑнчӗ.

9 Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, апостол ятне илме те тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесен эпӗ Туррӑн пухӑвне хӗсӗрленӗ. 10 Анчах Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула манӑн халӗ ҫакӑн пек тивӗҫ пур. Вӑл мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартни ахалех пулмарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытларах ӗҫлерӗм. Анчах ҫавна эпӗ хамӑн вӑйпа тумарӑм, Турӑ хама кӑтартнӑ виҫесӗр ырӑлӑха пула турӑм. 11 Эпӗ-и, вӗсем-и — эпир пӗр хыпарах пӗлтеретпӗр, эсир вара ӑна ӗнентӗр.

12 Эпир Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе пӗлтеретпӗр пулсан, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ? 13 Вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, эппин, Христос та чӗрӗлсе тӑман. 14 Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан, эпир хыпар пӗлтерни те, эсир ӗненни те ахалех пулать. 15 Ҫитменнине тата, вилнисем чӑнах та чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, Турӑ Христоса та чӗртсе тӑратман пулать, вара Турӑ Христоса чӗртсе тӑратнӑ тесе пӗлтернипе эпир Турӑ пирки суятпӑр пулать. 16 Вӗт вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать. 17 Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан, эсир ӗненнинчен ним усси те ҫук, сирӗн ҫылӑхсем те каҫарӑнман. 18 Апла вара Христоспа пӗрлӗхре пулса вилнисем ӗмӗрлӗхех вилнӗ пулать. 19 Эпир Христоса ҫак пурнӑҫшӑн ҫеҫ шанса тӑратпӑр пулсан, эпир ҫынсенчен чи телейсӗррисем пулатпӑр.

20 Анчах Христос чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, чӗрӗлсе тӑнисенчен вӑл — пӗрремӗшӗ*. 21 Вилӗм пӗр ҫын урлӑ килнӗ пекех, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси те пӗр ҫын урлах пулӗ. 22 Адама пула пурте вилнӗ пекех, Христоса пула пурте чӗрӗлӗҫ. 23 Анчах кашни хӑй вӑхӑтӗнче чӗрӗлсе тӑрӗ: Христос пӗрремӗш чӗрӗлсе тӑнӑ*, унтан Христосӑннисем, вӑл килсен*, чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 24 Кайран вӗҫӗ ҫитӗ. Ун чухне вӑл мӗнпур патшалӑха, влаҫа, вӑя пӗтерӗ те Патшалӑха Турра, хӑйӗн Ашшӗне, парӗ. 25 Турӑ тӑшмансене пурне те ун ури айне тӑвиччен унӑн патшара лармалла. 26 Юлашки тӑшмана — вилӗме — тӗп тӑвӗҫ. 27 Турӑ «пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ*». Анчах та «пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ» тенӗ пулин те, паллӑ ӗнтӗ, пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ Турӑ ҫав шута кӗмест. 28 Турӑ пурне те ӑна пӑхӑнтарсан, Ывӑлӗ хӑй те пурне те хӑйне пӑхӑнтарнӑ Турра пӑхӑнӗ, вара Турӑ пурин пуҫӗ пулса тӑрӗ.

29 Вилмешкӗн шыва кӗрекенсемпе* вара мӗн пулӗ? Вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха вӗсем вилмешкӗн шыва кӗреҫҫӗ? 30 Апла, мӗншӗн эпир те хамӑра пӗрмаях хӑрушлӑха кӗртсе ӳкеретпӗр? 31 Эпӗ кашни кун вилӗме куҫран пӑхатӑп. Ҫакӑ, тӑвансем, эсир Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн вӗренекенӗсем пулнипе эпӗ мухтанни чӑн пулнӑ пекех чӑн. 32 Эпӗ Эфесра тискер чӗрчунсемпе ытти ҫынсем пек* кӗрешрӗм пулсан, мана мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, эппин, «айтӑр ҫиер те ӗҫер, мӗншӗн тесен ыран вилетпӗр». 33 Ан улталанӑр. Япӑх ҫынсемпе хутшӑнни лайӑх йӑласене пӑсать*. 34 Тӑна кӗрӗр, мӗн тӗрӗс, ҫавна тӑвӑр, ҫылӑх туса ан пурӑнӑр, мӗншӗн тесен сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем Турра пӗлмеҫҫӗ. Ҫакна эпӗ сире намӑслантарас тесе калатӑп.

35 Анчах хӑшӗ-пӗри калӗ: «Вилнисем мӗнле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Чӗрӗлсе тӑрсан вӗсен мӗнле кӗлетке пулӗ?» 36 Эй ӑссӑрскер! Хӑв акни малтан вилмесен чӗрӗлеймӗ. 37 Акнӑ чухне эсӗ ӳссе ҫитнӗ ӳсентӑрана* мар, пӗрчӗ акатӑн — тулӑ пӗрчи-и вӑл е урӑх тырӑ пӗрчи. 38 Анчах Турӑ ӑна хӑйне кирлӗ пек кӗлетке парать, кашни пӗрче хӑйӗн кӗлеткине парать. 39 Пур кӗлетке* те пӗр пек мар: ҫынсен хӑйсене майлӑ, чӗрчунсен хӑйсене майлӑ, кайӑксен хӑйсене майлӑ, пулӑсен хӑйсене майлӑ. 40 Тӳпери кӗлеткесем те, ҫӗр ҫинчи кӗлеткесем те пур. Тӳпери кӗлеткесен мухтавӗ пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисен — тепӗр тӗрлӗ. 41 Хӗвелӗн мухтавӗ пӗр тӗрлӗ, уйӑхӑн — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен те мухтавӗ тепӗр тӗрлӗ. Ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та мухтавӗ пӗр пек мар.

42 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракансемпе те ҫавнашкалах. Акни ҫӗрет, чӗрӗлсе тӑраканни ҫӗрмест. 43 Акни чыс-хисепсӗр, чӗрӗлсе тӑраканни мухтавлӑ. Акни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ. 44 Акни — ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке, чӗрӗлсе тӑраканни — тӳпере пурӑнмалли* кӗлетке. Ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке пур пулсан, тӳпере пурӑнмалли кӗлетке те пур. 45 Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш Адам* чӗрӗ ҫын* пулса тӑнӑ». Юлашки Адам пурнӑҫ паракан сывлӑш пулса тӑнӑ. 46 Анчах малтан тӳпере пурӑнмалли кӗлетке пулман, малтан ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке пулнӑ, кайран ҫеҫ тӳпере пурӑнмалли кӗлетке пулнӑ. 47 Пӗрремӗш ҫын — ҫӗртен, ӑна тӑпраран тунӑ. Иккӗмӗш ҫын — тӳперен. 48 Тӑпраран тунӑ пӗрремӗш ҫын мӗнле, ыттисем те, тӑпраран тунӑскерсем, ҫавнашкалах. Тӳперен килни мӗнле, ыттисем те, тӳперисем, ҫавнашкалах. 49 Эпир тӑпраран тунӑ ҫын евӗрлӗ пулнӑ пек, тӳперен килни евӗрлӗ те пулӑпӑр.

50 Тӑвансем, эпӗ сире акӑ мӗн каласшӑн: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймасть*, ҫӗрекенни те ҫӗрми пулаймасть*. 51 Эпӗ сире сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх калатӑп: эпир пурте вилӗм ыйхипе ҫывӑрса каймӑпӑр, анчах пурте улшӑнӑпӑр. 52 Ҫакӑ пӗр самантрах, пӗрре куҫ хупса иличченех, труба юлашки хут кӑшкӑртнӑ чухне пулса иртӗ. Труба кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, вара эпир улшӑнӑпӑр. 53 Мӗншӗн тесен ҫӗрекен кӗлеткен ҫӗрми пулса тӑмалла, вилӗмлӗ кӗлеткен вилӗмсӗр пулса тӑмалла. 54 Ҫӗрекенни ҫӗрми пулса тӑрсан тата вилӗмли вилӗмсӗр пулса тӑрсан, «вилӗме ӗмӗрлӗхех пӗтернӗ» тесе ҫырни пурнӑҫланӗ. 55 «Вилӗм, ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ? Вилӗм, ӑҫта санӑн сӑнну?» 56 Вилӗм кӳрекен сӑнӑ вӑл — ҫылӑх, ҫылӑхӑн вӑйӗ — закон*. 57 Тавах Турра, вӑл пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫӗнтерме пулӑшать.

58 Ҫавӑнпа та, манӑн юратнӑ тӑванӑмсем, ҫирӗп те тӗреклӗ пулӑр. Ҫӳлхуҫан ӗҫӗнче яланах нумай тума тӑрӑшӑр. Асра тытӑр: эсир Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлени усӑсӑр мар.

16 Сӑваплӑ ҫынсем валли укҫа пуҫтарасси пирки калас пулсан, эсир эпӗ Галатири пухусене панӑ хушусене тытса тӑрӑр. 2 Эрнен малтанхи кунӗнче сирӗнтен кашни хӑй мӗн чухлӗ пама пултарнине кура укҫа уйӑрса хутӑр. Ҫапла тусан, эпӗ пырсассӑн, сирӗн укҫа пуҫтармалла пулмӗ. 3 Пырсан вара, эсир хӑвӑр ҫырусенче кам пирки ырласа ҫыратӑр, ҫавсене хӑвӑр кӑмӑлтан панӑ укҫана Иерусалима леҫме ярӑп. 4 Анчах манӑн та унта каймалла пулсан, вӗсем манпа пӗрле пырӗҫ.

5 Эпӗ сирӗн пата Македоние ҫӳресе тухсан пырӑп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пырас тетӗп. 6 Тен, эпӗ сирӗн патра пӑртак пурӑнӑп е хӗл те каҫӑп, кайран вара эсир мана хам каяс тенӗ ҫӗре кӑштах ӑсатса ярӑр. 7 Эпӗ сирӗнпе халӗ ҫула майӑн ҫеҫ тӗл пуласшӑн мар, эпӗ, Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, сирӗн патра пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп. 8 Эпӗ Эфесра Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп, 9 мӗншӗн тесен ман умра пысӑк алӑк уҫӑлчӗ, унпа пӗрле вара, хирӗҫ тӑракансем нумай пулин те, ытларах тума май уҫӑлчӗ.

10 Тимофей пырсан, астӑвӑр, унӑн сирӗн патра нимӗнрен те хӑрамалла ан пултӑр, мӗншӗн тесен вӑл, ман пекех, Иеговӑн* ӗҫне тӑвать. 11 Никам та ӑна ан тиркетӗр*. Вӑл ман пата чиперех ҫиттӗр тесе ӑна ӑсатса ярӑр, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна тӑвансемпе пӗрле кӗтетӗп.

12 Пирӗн Аполло́с тӑван пирки калас пулсан, эпӗ ӑна сирӗн пата тӑвансемпе пӗрле пыма питӗ хытӑ ыйтрӑм. Вӑл халӗ пырас темерӗ, анчах май тупӑнсанах, вӑл пырӗ.

13 Сыхӑ пулӑр, ӗненӳре ҫирӗп тӑрӑр, хӑюллӑ та вӑйлӑ пулӑр. 14 Эсир кирек мӗн тӑвас пулсан та, пӗтӗмпех юратса тӑвӑр.

15 Тӑвансем, Стефа́нӑн килӗнчисем Ахайӑри пӗрремӗш вӗренекенсем* пулнине тата вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма халалланине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сире ҫакна тума ыйтатӑп: 16 эсир те ҫакӑн пек ҫынсене тата пирӗнпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлекенсене пурне те пӑхӑнса тӑрӑр. 17 Стефа́н, Фортуна́т тата Аха́ик кунта килнӗшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем мана сирӗн вырӑна нумай пулӑшрӗҫ. 18 Вӗсем мана та, сире те хавхалантарчӗҫ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ҫынсене хаклӑр.

19 Азири* пухусем сире салам яраҫҫӗ. Акилӑпа При́ска тата вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан пуху та сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӑшӑ салам яраҫҫӗ. 20 Сире пур тӑван та салам калать. Пӗр-пӗрне чуптуса* саламлӑр.

21 Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп.

22 Кам Ҫӳлхуҫана юратмасть, ҫавӑ ылханлӑ пултӑр. Ҫӳлхуҫамӑр, килсемччӗ! 23 Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. 24 Эпӗ сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, пурне те юрататӑп.

Е «канӑҫлӑх».

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.

Е «ӗмӗрӗн». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.

Е «еврейсемшӗн вӑл — такӑнтараканни».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «эпир ӑслӑлӑх ҫинчен ҫитӗнсе ҫитнисемпе калаҫатпӑр».

Е «ӗмӗрсем». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Туррӑн тарӑнӑшӗсене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫав ҫыннӑн сывлӑшӗ».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «пӗр тӗллевпех ӗҫлеҫҫӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кун».

Словаре пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.

Е «Христоса пӑхӑнса тӑракансем».

Е «кил-ҫурта пӑхса тӑракансем; управляющисем».

Е «кил-ҫурта пӑхса тӑракансенчен; управляющисенчен».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫарамас».

Е «вӗрентекен воспитательсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «манӑн ҫулсене».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшпа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хамӑн сывлӑшпа».

Е «Ҫапла ӳт пӗттӗр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӑлӑнса».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «улталаса-хӑратса туртса илекен».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерлӗхе илес ҫуккине».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «гомосексуалистсем». Грек текстӗнче кунта икӗ тӗрлӗ сӑмахпа усӑ курнӑ: пӗри — хӑйсемпе ытти арҫынсене ар хутшӑнӑвне кӗме ирӗк паракан арҫынсене пӗлтерет, тепри — арҫынсемпе ар хутшӑнӑвне кӗрекен арҫынсене пӗлтерет.

Словаре пӑхӑр.

Е «проституткӑпа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр сывлӑш».

Словаре пӑхӑр.

Урӑхла каласан, хӗрарӑмпа ар ҫыхӑнӑвне кӗменни.

Грек текстӗнче нумайлӑ хисепре тӑракан порне́йа сӑмахпа усӑ курнӑ. Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «парне».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ нихӑҫан та ар хутшӑнӑвне кӗмен ҫынна пӗлтерет.

Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ нихӑҫан та ар хутшӑнӑвне кӗмен ҫынна пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтре асап пулать».

1 Кр 7:25 валли илсе панӑ сноскӑна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшӗпе».

Е «мӑшӑрланмасан тӗрӗс мар тӑватӑп тесе».

Е «хавшак совеҫлисемшӗн такӑнтаракан чул пулса ан тӑтӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «манӑн тӑвана такӑнтарать».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хамӑн тӑвана такӑнтарас мар».

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.

Авӑн ашни — урапа е выльӑха кӳлнӗ ятарлӑ хатӗрпе таптаса тырра пучахсенчен уйӑрни.

Е «авӑн ашакан вӑкӑра ҫӑварлӑх ан тӑхӑнтарт».

Авӑн ҫапни — патакпа е тӑпачӑпа ҫапса тырра пучахсенчен уйӑрни.

Е «атлетсем».

Е «Турӑшӑн юрӑхсӑр ҫын пулса тӑрас мар тесе».

Е «наказани паратӑп; хыттӑн йӗркене кӗртетӗп». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫапатӑп».

Е «Христос пулнӑ».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Словарьте «Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем» статьяна пӑхӑр.

Е «тӗл пулакан илӗртӳсем».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «ан такӑнтарӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «панӑ йӑла-йӗркесене».

Е «пайланса каясси те пулӗ».

Е «уявлама».

Кунта ахаль вилӗм ҫинчен мар, ҫынпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пӗтни ҫинчен сӑмах пырать пулмалла.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «парнесем».

Е «парне».

Е «хыпар калама».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗлӳ сӑмахне». Ҫакӑнта тӗлӗнмелле майпа илнӗ пӗлӳ пирки сӑмах пырать пулмалла.

Ҫакӑнта шыва кӗртни ҫынна святой сывлӑш панине пӗлтерет, ҫавна пула вӑл Христоспа пӗрлӗхре пулать.

Е «ӗҫтернӗ».

Е «пӗтӗм вӑйран шырӑр».

Гонг тата кимвал — ҫапса каламалли музыка инструменчӗсем.

Е «ӑмсанмасть».

Е «тӳрккессӗн».

Е «тӳрӗмарлӑхшӑн».

Е «куҫа-куҫӑн».

Е «тӗп-тӗрӗс».

Е «тӑрӑшса шырӑр».

Е «хамӑн ӑспа пилӗк сӑмах калӑп».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е, тен, «Кам ҫакна ӑнланасшӑн мар, ҫавӑ ӑнланмасӑрах юлӗ».

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтанхи ҫимӗҫ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтанхи ҫимӗҫ».

Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

Е «пурне те ун ури айне тунӑ».

Ҫакӑнта шыва кӗрекенсем святой сывлӑш илекенсене пӗлтереҫҫӗ, святой сывлӑш илнине пула вӗсем Христоспа пӗрлӗхре пулаҫҫӗ.

Е, тен, «ҫынсем мӗншӗн кӗрешмелле тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑншӑн».

Е «нравственность тӗлӗшӗнчен пӑсса ярать».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗлеткене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗрремӗш ҫын Адам».

Е «чун».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерлӗхе илеймест».

Е «ҫӗрменнине еткерлӗхе илеймест».

Е «ҫылӑх закон урлӑ вӑй илет».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн ан пӑхтӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтанхи ҫимӗҫсем».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр