РИМРИ
ХРИСТИАНСЕМ ПАТНЕ ЯНӐ ҪЫРУ
1 Христос Иисус чуринчен — Павелран. Мана апостол пулма чӗнсе илнӗ тата Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерме уйӑрса илнӗ. 2 Турӑ ҫак ырӑ хыпар ҫинчен сӑваплӑ Ҫырусенче хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах каласа хунӑ. 3 Ҫак хыпар — унӑн Ывӑлӗ ҫинчен. Вӑл Давидӑн тӑхӑмӗ пулнӑ. 4 Турӑ ӑна святой сывлӑш хӑвачӗпе вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавна пула вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулни уҫҫӑн курӑннӑ. Вӑл — Иисус Христос, пирӗн Ҫӳлхуҫа. 5 Турӑ ун урлӑ пире хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑ. Иисус, пур халӑхри ҫынсем ӗненнине пула ӑна итлеччӗр тата унӑн ятне хисеплеччӗр тесе, мана апостол пулма суйласа илчӗ. 6 Ҫав халӑхри ҫынсене чӗнсе илнӗ пекех, сире те Иисус Христос хыҫҫӑн пыма чӗнсе илнӗ. 7 Ҫак ҫырӑва эпӗ Римра пурӑнакансем патне пурин патне те — Турӑ камсене юратать тата камсене вӑл сӑваплӑ ҫынсем пулма суйласа илнӗ, ҫавсем патне — ҫыратӑп.
Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
8 Чи малтан эпӗ ҫакна каласшӑн: эпӗ сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ хамӑн Турра тав тӑватӑп, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе калаҫаҫҫӗ. 9 Эпӗ Турӑшӑн, унӑн Ывӑлӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарса, пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑратӑп, вӑл вара эпӗ хамӑн кӗлӗсенче сире пӗрмай асӑннине курса-пӗлсе тӑрать. 10 Май пулсан тата Туррӑн ирӗкӗ пулсан, хӑҫан та пулин сирӗн пата пымалла пултӑрччӗ тесе эпӗ ӑна тархасласа ыйтатӑп. 11 Мӗншӗн тесен манӑн сире питӗ курас килет, вара эпӗ Турӑран илнӗ парнене парса* сире ҫирӗплетме пултарӑп, 12 е тӗрӗсрех каласан, эпир пӗр-пӗрин ӗненӗвӗпе пӗр-пӗрне хавхалантарма пултарӑпӑр.
13 Тӑвансем, манӑн сире ҫакна пӗлтерес килет: эпӗ ырӑ хыпар сарни урӑх халӑхсем хушшинче ҫимӗҫ панӑ пекех, сирӗн патра та ҫимӗҫ патӑр тесе эпӗ сирӗн пата темиҫе хут та пырасшӑн пултӑм, анчах май пулмарӗ. 14 Эпӗ грексемпе ют халӑх ҫыннисем* умӗнче те, ӑслисемпе вӗренменнисем умӗнче те парӑмлӑ. 15 Ҫавӑнпа эпӗ сире те, Римра пурӑнакансене, ырӑ хыпара питӗ пӗлтересшӗн. 16 Эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен вӑл — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекен кирек мӗнле ҫынна та вӑл ҫӑлать: малтан еврея, унтан грека. 17 Ҫак хыпар урлӑ Туррӑн тӳрӗлӗхӗ ӗненекенсемшӗн уҫӑлса пырать, ҫакӑ вара вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетет. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненнине пула пурӑнӗ».
18 Турӑ ҫынсем тӑвакан пӗтӗм усаллӑхпа тӗрӗсмарлӑх* ҫине тӳперен хӑйӗн ҫиллине ярать. Ҫак ҫынсем ыттисене чӑнлӑха пӗлме памаҫҫӗ. 19 Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавна вӗсене уҫӑмлӑн кӑтартнӑ — ӑна вӗсене Турӑ уҫса панӑ. 20 Туррӑн куҫа курӑнман лайӑх енӗсем тӗнчене тунӑранпах уҫӑмлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир вӗсене вӑл тунӑ япаласене тӗпчесе пӗлме пултаратпӑр. Ҫав япаласем унӑн ӗмӗрхи хӑватне уҫса параҫҫӗ тата вӑл Турӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Камсем ҫавна асӑрхасшӑн мар, ҫавсем хӑйсене тӳрре кӑлараймаҫҫӗ. 21 Ҫав ҫынсем Турра пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамаҫҫӗ, ӑна тав та тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вара вӗсем ӑссӑрла шухӑшлама пуҫларӗҫ, вӗсен туйми пулнӑ чӗрисене сӗмлӗх хупларӗ. 22 Ҫакӑн пек ҫынсем хӑйсем пирки ӑслӑ теҫҫӗ пулин те, вӗсем ӑссӑр. 23 Вилӗмсӗр Турра чыслас вырӑнне вӗсем вилӗмлӗ ҫын евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк евӗрлӗ, тӑватӑ ураллӑ чӗрчун тата ҫӗлен-калта евӗрлӗ йӗрӗхсене чыслаҫҫӗ.
24 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене хӑйсен чӗрисен таса мар кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма чарман, ҫапла вара вӗсем хӑйсен кӗлеткисене чыссӑрлатаҫҫӗ. 25 Вӗсем Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха суяпа улӑштарчӗҫ, вара вӗсем Пурне те Тунӑ Турра пуҫҫапас тата уншӑн ӗҫлесе тӑрас вырӑнне Турӑ тунӑ япаласене пуҫҫапаҫҫӗ тата вӗсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ, анчах Турӑ кӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтава тивӗҫлӗ. Аминь. 26 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене хӑйсем тӑвас текен намӑссӑр аскӑн ӗҫсене тума чарман. Хӗрарӑмсем йӗркеллӗ ар хутшӑнӑвне кӗрессине — арҫынсемпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассине — йӗркесӗррипе улӑштарнӑ. 27 Ҫавӑн пекех арҫынсем те йӗркеллӗ ар хутшӑнӑвне кӗме — хӗрарӑмсемпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма — пӑрахнӑ та пӗр-пӗринпе, арҫынпа арҫын, асасшӑн ҫунса ирсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ. Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗшӗн тивӗҫлӗ наказани илӗҫ.
28 Вӗсем Турра пӗлни кирлӗ мар тесе шутланӑран вӑл вӗсене юрӑхсӑрри ҫинчен шухӑшлама чарман, вара вӗсем тума юраманнине тума пуҫланӑ. 29 Вӗсен ӑшӗнче тӗрӗсмарлӑх*, йӗркесӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх, усаллӑх туллиех. Вӗсем ӑмсанаҫҫӗ, ҫынна вӗлереҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ, улталаҫҫӗ, хаяр кӑмӑллӑ. Вӗсем сӑмах сараҫҫӗ, 30 элеклеҫҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, чӑрсӑр, хӑйсене мӑнна хураҫҫӗ, мухтанчӑк, усаллине тума ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ. 31 Вӗсем ӑссӑр, хӑйсен сӑмахне тытмаҫҫӗ, ыттисене юратмаҫҫӗ тата хӗрхенмеҫҫӗ. 32 Ҫакӑн пек ӗҫсене тӑвакансем Турӑ законӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, анчах вӗсем ҫак ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, вӗсем тата ҫак ӗҫсене тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.
2 Ҫавӑнпа эсӗ, кирек кам пулсан та, ыттисене суд тӑватӑн пулсан, тӳрре тухаймӑн, мӗншӗн тесен вӗсене суд тунипе эсӗ хӑвна айӑплатӑн, эсӗ ху та вӗсем тӑвакан ӗҫсенех тӑватӑн вӗт. 2 Ҫавӑн пек ӗҫсене тӑвакансене суд тунӑ чухне Турӑ вӗсене чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн суд тунине эпир пӗлетпӗр.
3 Эсӗ ҫавӑн пек ӗҫсене тӑвакансене суд туса, хӑв вара ҫав ӗҫсене тунӑ ҫӗртенех, Туррӑн судӗнчен хӑтӑлса юлӑп тесе шутлатӑн-и? 4 Е эсӗ Турӑ питӗ ырӑ пулнине, хӑйӗн ҫиллине кӑтартма васкаманнине тата тӳсӗмлӗ пулнине ним вырӑнне те хумастӑн? Вӑл ырӑ пулнипе сана ӳкӗнме пулӑшасшӑн пулнине ӑнланмастӑн-им? 5 Эсӗ кутӑнлашнӑран, ӳкӗнесшӗн пулманран Турӑ хӑйӗн ҫиллин кунӗнче тӗрӗс суд тунӑ чухне сана наказани паратех. 6 Вӑл кашнине ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парӗ. 7 Кам ырӑ ӗҫ туса тӑрса* мухтав, чыс тата ҫӗрми кӗлетке илме тӑрӑшать, ҫавсене вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. 8 Анчах кам тавлашма юратать, чӑнлӑха пӑхӑнмасть тата усал ӗҫ тӑвать, ҫавсем ҫине вӑл хаярлӑхне тата ҫиллине ярӗ. 9 Усал тӑвакан пур ҫынна та — малтан еврея, унтан грека — хуйхӑпа асап ҫитӗ. 10 Анчах ырӑ тӑвакан пур ҫынна та — малтан еврея, унтан грека — мухтав, чыс, мир* пулӗ. 11 Мӗншӗн тесен Турă çынна камне кура уйăрмасть.
12 Закона пӗлмесӗр ҫылӑха кӗрекенсем пурте закона пӗлмесӗр вилӗҫ, анчах закона пӗлсех ҫылӑха кӗрекенсене пурне те закон тӑрӑх суд тӑвӗҫ. 13 Мӗншӗн тесен Турӑ закона илтекенсем пирки мар, закона пурнӑҫлакансем пирки тӳрӗ тейӗ. 14 Урӑх халӑх ҫыннисем закона пӗлмесӗрех закон хушнине тунӑ чухне закон вӗсен ӑшӗнче пулни курӑнать. 15 Вӗсем закон мӗне вӗрентнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавна вӗсен совеҫӗ те пӗлтерсе тӑрать: хӑйсен шухӑшӗсемех вӗсене е айӑплаҫҫӗ, е тӳрре кӑлараҫҫӗ. 16 Эпӗ пӗлтерекен ырӑ хыпар тӑрӑх, ҫакӑ Турӑ ҫынсен вӑрттӑн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене Христос Иисус урлӑ суд тӑвас кунра пулӗ.
17 Эсӗ хӑвна еврей тетӗн, закона шанатӑн тата Турӑ халӑхӗнчи ҫын пулнипе мухтанатӑн. 18 Эсӗ Туррӑн ирӗкне пӗлетӗн тата мӗн пахарах пулнине ӑнланатӑн, мӗншӗн тесен сана закона вӗрентнӗ пулнӑ. 19 Эсӗ суккӑррисене ертсе пыма тата тӗттӗмрисене ҫутӑ пама пултаратӑп тесе ӗненетӗн. 20 Эсӗ ӑссӑррисене тӳрлетме тата пӗчӗк ачасене вӗрентме пултаратӑп тесе шутлатӑн, мӗншӗн тесен законри тӗп вӗрентӳсемпе чӑнлӑхсене ӑнланатӑп тетӗн. 21 Анчах эсӗ, ыттисене вӗрентекен, мӗншӗн хӑвна хӑв вӗрентместӗн? Эсӗ ыттисене: «Ан вӑрла», — тетӗн, хӑв вара вӑрлатӑн. 22 «Аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала», — тетӗн, хӑв вара аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна улталатӑн. Йӗрӗхсене кураймастӑп тетӗн, хӑв вара храмсене ҫарататӑн. 23 Эсӗ Туррӑн законне пӗлнипе мухтанатӑн, анчах закона пӑснипе Турра чыссӑрлататӑн. 24 Ҫырура каланӑ пек, «сирӗн пирки халӑхсем хушшинче Туррӑн ятне хурлаҫҫӗ».
25 Ӳт кастарни эсӗ закона пурнӑҫласа тӑратӑн пулсан ҫеҫ усӑ парать. Эсӗ закона пӑсатӑн пулсан, санӑн ӳт кастарни ӳт кастарманнипе пӗрех пулать. 26 Ӳт кастарман ҫын закон мӗн хушнине тытса тӑрать пулсан, Турӑ ӑна ӳт кастарнӑ ҫын тесе шутламӗ-и? 27 Эсӗ закона пӗлнине тата ӳт кастарнине пӑхмасӑрах закона пӑсатӑн, ҫавӑнпа та ӳт кастарман ҫын закона пурнӑҫласа тӑнипе сана айӑплӗ. 28 Мӗншӗн тесен тулашӗнчен еврей* пек курӑнаканни чӑн-чӑн еврей мар, тулашӗнчен ӳт кастарни те чӑн-чӑн ӳт кастарни мар. 29 Кам шалтан еврей, ҫавӑ чӑн-чӑн еврей. Чӑн-чӑн ӳт кастарни те — законра ҫырнине тытса тӑнипе ӳт кастарни мар, чӗре ҫинче святой сывлӑшпа ӳт кастарни. Ҫакӑн пек ҫынна ҫынсенчен мар, Турӑран мухтав пулать.
3 Эппин, еврей пулни хӑш енчен лайӑхрах? Ӳт кастарни мӗнле усӑ парать? 2 Нумай енчен лайӑхрах. Пуринчен малтан, еврейсене Туррӑн сӑваплӑ сӑмахӗсене шанса панӑ. 3 Апла пулсан, ӗненмен хӑш-пӗр еврейсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем ӗненмен пирки ҫынсем Турра урӑх шанма пултараймаҫҫӗ-им? 4 Паллах, пултараҫҫӗ! Ҫынсем пурте суеҫӗсем пулаҫҫӗ пулсан та, Турӑ тӗрӗс пулӗ, Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Хӑв калакан сӑмахсенчен эсӗ тӳрӗ пулни курӑнӗ, хӑвна айӑпланӑ чухне эсӗ ҫӗнтерӗн». 5 Пирӗн тӗрӗс мар ӗҫсем* Туррӑн тӳрӗлӗхне тата уҫҫӑнрах кӑтартса параҫҫӗ пулсан, мӗн калӑпӑр вара? Турӑ хӑйӗн ҫиллине кӑтартнӑ чухне тӗрӗс мар тумасть-ши? (Эпӗ ҫын шухӑшланӑ пек калатӑп.) 6 Ҫук паллах! Турӑ тӳрӗ мар пулсан, вӑл тӗнчене мӗнле суд тума пултартӑр?
7 Анчах та эпӗ суйни Туррӑн сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине тата ытларах ҫирӗплетсе парать пулсан, ҫакӑ ӑна тата ытларах мухтав кӳрет пулсан, мӗншӗн мана ҫылӑхлӑ ҫынна суд тунӑ пек суд тумалла? 8 Апла пулсан, мӗншӗн-ха: «Лайӑххи пултӑр тесе айтӑр япӑххине тӑвар», — тесе калас мар? Хӑш-пӗр ҫынсем пирӗн пирки эпир ҫавӑн пек калатпӑр тесе суяҫҫӗ. Ҫав ҫынсене тӗрӗслӗхпе суд тӑвӗҫ.
9 Эпир, еврейсем, ыттисенчен хӑш енчен лайӑхрах? Нихӑш енчен те! Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ: еврейсем те, грексем те — пурте ҫылӑх аллинче. 10 Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ҫук, пӗри те ҫук. 11 Пӗр ӑнланакан ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12 Пурте унран пӑрӑннӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ. Ырӑ тӑвакан ҫук, пӗри те ҫук». 13 «Вӗсен карланки — уҫӑ виле шӑтӑкӗ, вӗсем чӗлхипе улталаҫҫӗ». «Вӗсен тути ҫинче хура ҫӗлен наркӑмӑшӗ». 14 «Вӗсен ҫӑварӗ ылханпа тата ҫилӗпе тулнӑ». 15 «Вӗсен урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ». 16 «Вӗсем мӗн туни пурте инкек тата хӗн-асап кӳрет, 17 вӗсем мир ҫулне пӗлмеҫҫӗ». 18 «Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ».
19 Законра* мӗн каланӑ, ҫавна пурне те закона пурнӑҫласа тӑракансене каланине эпир пӗлетпӗр. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене хӑйсене тӳрре кӑларма пӑрахтарасси тата пӗтӗм тӗнче Турӑ умӗнче айӑплӑ пулнине, наказание тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса парасси. 20 Ҫавӑнпа та закона тытса тӑнипе никам та Турӑ умӗнче тӳрӗ пулаймасть, мӗншӗн тесен закон ҫылӑх мӗн иккенне лайӑхрах ӑнланма ҫеҫ пулӑшать.
21 Халӗ вара ҫын закона тытса тӑмасӑрах Турӑ умӗнче тӳрӗ пулма пултарни палӑрчӗ, ҫакӑн ҫинчен законра та, пророксен кӗнекисенче те каланӑ. 22 Ҫапла, Иисус Христоса ӗненекенсем пурте Турӑ умӗнче тӳрӗ пулма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех. 23 Пурте ҫылӑхлӑ, пӗри те Туррӑн мухтавне кӑтартма пултараймасть. 24 Анчах Иисус Христос вӗсене тӳлесе илсе ҫылӑхран хӑтарнӑ, вара Турӑ вӗсем пирки тӳрӗ ҫынсем тенӗ. Ҫак парнене Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне пула панӑ. 25 Турӑ ҫынсем Христосӑн юнне ӗненсе хӑйӗнпе мирлешчӗр тесе ӑна парне пек панӑ. Ҫавна Турӑ хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартас тесе тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл тӳсӗмлӗ пулса ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ. 26 Вӑл халӗ те, Иисуса ӗненекен ҫын пирки тӳрӗ тенипе, хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартать.
27 Апла, пирӗн мухтанма сӑлтав пур-и? Мухтанмалли нимӗн те ҫук. Мӗнле закон пире мухтанма чарать? Ӗҫсем тума хушакан закон-и? Ҫук, ӗненме хушакан закон. 28 Вӗт эпир пӗлетпӗр: Турӑ ҫын пирки закон хушнине туса тӑнине кура мар, ӗненнине кура тӳрӗ тет. 29 Турӑ еврейсен Турри кӑна-и? Вӑл урӑх халӑх ҫыннисен Турри те мар-и? Ҫапла, вӑл урӑх халӑх ҫыннисен Турри те. 30 Турӑ пӗрре пулнӑран, вӑл ӳт кастарнисем пирки те, ӳт кастарманнисем пирки те ӗненнӗшӗн тӳрӗ ҫынсем тейӗ. 31 Апла пулсан, эпир хамӑр ӗненнипе закона пӑрахӑҫлатпӑр-и? Паллах, ҫук! Пачах урӑхла, эпир закона ҫирӗплететпӗр.
4 Апла пулсан, эпир хамӑрӑн мӑн асатте Авраа́м пирки мӗн калама пултаратпӑр? 2 Авраа́м пирки ӗҫӗсене пула тӳрӗ тенӗ пулсан, унӑн мухтанма сӑлтав пулнӑ пулӗччӗ, анчах Турӑ умӗнче мар. 3 Ҫырура вара мӗн каланӑ? «Авраа́м Иеговӑна* ӗненнӗ, ҫавӑншӑн вӑл Авраа́м пирки тӳрӗ ҫын тенӗ». 4 Ӗҫлекене тӳлени — парне пани мар*, ӑна тивӗҫлине пани пулать. 5 Тепӗр енчен, ҫын хӑйӗн ӗҫӗсем ҫине шанмасть пулсан, Турра ӗненет пулсан, ҫылӑхлӑ ҫынна тӳрре кӑларакан Турӑ ҫав ҫын пирки, вӑл ӗненнӗшӗн, тӳрӗ ҫын тет. 6 Кам пирки ӗҫӗсене пӑхмасӑрах Турӑ тӳрӗ тет, ҫав ҫын пирки Давид та телейлӗ тет: 7 «Камӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарнӑ, камӑн ҫылӑхӗсене манӑҫа хӑварнӑ*, ҫавӑ телейлӗ. 8 Камӑн ҫылӑхне Иегова* асра тытмасть, ҫав ҫын телейлӗ».
9 Апла, ӳт кастарнисем кӑна телейлӗ-и е ӳт кастарманнисем те? Эпир ҫапла калатпӑр: «Ӗненнӗшӗн Авраа́м пирки тӳрӗ ҫын тенӗ». 10 Анчах Авраа́м пирки хӑҫан тӳрӗ ҫын тенӗ? Ӳтне кастарнӑ хыҫҫӑн-и е кастариччен-и? Ӳтне кастарнӑ хыҫҫӑн мар, ӳтне кастаричченех. 11 Турӑ ӑна ӳтне кастарма каланӑ. Ҫак паллӑ вара Авраа́м ӳтне кастаричченех ӗненнӗшӗн ун пирки тӳрӗ ҫын тенине ҫирӗплетсе панӑ*. Ҫавӑнпа вӑл ӳт кастарман мӗнпур ӗненекенӗн ашшӗ пулса тӑма пултарнӑ, Турӑ вара вӗсем пирки тӳрӗ ҫынсем теме пултарнӑ. 12 Авраа́м ӳт кастарнисен те ашшӗ пулса тӑнӑ — ӳт кастарассине тытса тӑракансен ҫеҫ мар, вӑл хӑй ӳтне кастаричченех ӗненнӗ пек ӗненекенсенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ.
13 Авраама тата унӑн тӑхӑмне вӑл тӗнчене еткерлӗхе илет тесе сӑмах парасса та закон урлӑ сӑмах паман, Авраа́м ӗненнӗрен тата Турӑ ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗрен ӑна ҫавӑн пек сӑмах панӑ. 14 Енчен те еткерҫӗсем — закона тытса тӑракансем пулсан, вара ӗненни усӑсӑр пулса тӑрать, Авраама сӑмах пани те ниме тӑмасть. 15 Закона пӑсни Турра ҫиллентерет, закон ҫук ҫӗрте вара закона пӑсасси те ҫук.
16 Акӑ мӗншӗн Турӑ, хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса, Авраама вӑл ӗненнӗшӗн ҫавӑн пек сӑмах панӑ. Ҫапла вара Авраама сӑмах пани унӑн пӗтӗм тӑхӑмӗ ҫинче — закона пурнӑҫласа тӑракансем ҫинче кӑна мар, Авраа́м пекех ӗненекенсем ҫинче те — пурнӑҫланатех. Чӑнах, Авраа́м пирӗншӗн пуриншӗн те атте. 17 (Мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ турӑм».) Авраа́м вилнисене чӗртекен тата хальлӗхе ҫукки пирки пур тесе калакан* Турра ӗненнӗ. 18 Авраа́мӑн ача-пӑчаллӑ пулма нимӗнле шанчӑк та пулман пулин те, вӑл пурпӗр шаннӑ тата хӑй нумай халӑхӑн ашшӗ пуласса ӗненнӗ, мӗншӗн тесен Турӑ каланӑ: «Санӑн тӑхӑму ҫавӑн чухлӗ пулӗ». 19 Унӑн ӗненӗвӗ хавшаман пулин те, вӑл хӑйӗн кӗлетки пирки вилӗпе пӗрех тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл 100 ҫулалла ҫитнӗ пулнӑ. Сарра ачаллӑ пулмашкӑн питӗ ватӑ пулнине те вӑл пӗлнӗ. 20 Анчах та Турӑ сӑмах панӑран вӑл ӗненнӗ, пӗртте иккӗленмен. Ӗненни ӑна вӑйлӑ тунӑ, вара вӑл Турра мухтанӑ. 21 Вӑл Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫласса пӗтӗмпех шаннӑ. 22 Ҫавӑнпа ӗненнӗшӗн «ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ».
23 Анчах та «ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ» тенине ун валли ҫеҫ ҫырман, 24 вӗсене пирӗн валли те ҫырнӑ. Пирӗн пирки те тӳрӗ ҫынсем тейӗҫ, мӗншӗн тесен эпир кам Иисус Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавна ӗненетпӗр. 25 Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилме панӑ тата Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем теме пултартӑр тесе ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ.
5 Халӗ вара, ӗненнӗшӗн Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ тенӗ чухне, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа мирлӗ пулар. 2 Иисуса ӗненни пире Турӑпа ҫывӑхланма тата Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне хамӑр ҫинче туйса тӑма май парать. Пирӗн Турӑран мухтав илме шанчӑк пур, ҫавӑнпа та айтӑр савӑнар. 3 Кунпа анчах мар, хӗн-асап курнӑ чухне те савӑнар, мӗншӗн тесен хӗн-асап курни пире чӑтӑмлӑ тунине эпир пӗлетпӗр. 4 Чӑтӑмлӑ пулсан Турӑ ырлать, Турӑ ырлани шанчӑк парать, 5 ҫак шанчӑк вара намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесен Турӑ хамӑра панӑ святой сывлӑш урлӑ пире юратнине кӑтартнӑ.
6 Эпир вӑйсӑр* пулнӑ чухнех Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра Христос ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн вилнӗ. 7 Тӳрӗ ҫыншӑн вилес текен никамах та пулмӗ, ырӑ ҫыншӑн вилме хатӗрри, тен, пулӗ те. 8 Христос пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ, ҫапла Турӑ пире юратнине кӑтартнӑ. 9 Халӗ вара, Христосӑн юнне пула Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ тенӗ чухне, эпир ун урлӑ Туррӑн ҫиллинчен ҫӑлӑнасса шанма пултаратпӑр. 10 Эпир Туррӑн тӑшманӗсем пулнӑ пулин те, унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ унпа мирлешрӗмӗр. Халӗ вара, мирлешнӗ хыҫҫӑн, вӑл чӗрӗ пулнине пула хамӑр ҫӑлӑнасса тата хытӑрах шанма пултаратпӑр. 11 Унсӑр пуҫне, эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа мирлешнӗрен пирӗн хамӑрпа Турӑ хушшинче хутшӑнусем пурришӗн савӑнатпӑр.
12 Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑх урлӑ — вилӗм. Ҫапла вара вилӗм пур ҫын ҫине те куҫнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. 13 Ҫылӑх тӗнчере закончченех* пулнӑ, анчах закон ҫук чухне никама та ҫылӑх тунӑ тесе айӑпламаҫҫӗ. 14 Ҫав-ҫавах вилӗм Адамран пуҫласа Моисейчченех, Адам тунӑ ҫылӑха туманнисемпе те, патша пек хуҫаланнӑ. Адам камӑн каярахпа килмелле пулнӑ, ҫавӑн евӗрлӗ пулнӑ.
15 Анчах та Туррӑн парни Адамӑн ҫылӑхӗ пек мар. Пӗр ҫыннӑн ҫылӑхӗшӗн нумай ҫын вилнӗ. Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ тата унӑн парни вара — пӗр ҫыннӑн, Иисус Христосӑн, виҫесӗр ырӑлӑхӗ урлӑ панӑ парне — нумайӑшне калама ҫук пысӑк усӑ панӑ. 16 Туррӑн парнипе пӗр ҫыннӑн ҫылӑхӗ пӗр-пӗринчен акӑ мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ: пӗр ҫылӑхшӑн суд тунине пула ҫынсем айӑплӑ пулса тӑнӑ, нумай ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн панӑ парнене пула вара Турӑ ҫынсем пирки тӳрӗ тенӗ. 17 Пӗр ҫыннӑн ҫылӑхӗ урлӑ вилӗм патша пек хуҫаланнӑ пулсан, камсем Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне тата унӑн тӳрӗлӗх парнине туллин илеҫҫӗ, ҫавсем пӗр ҫын урлӑ — Иисус Христос урлӑ — хӑйсем пурӑнассине тата патшара ларассине тата хытӑрах шанма пултараҫҫӗ.
18 Ҫавӑнпа пӗр ҫылӑха пула пур ҫын та айӑплӑ пулса тӑнӑ пекех, пӗр тӳрӗ ӗҫе пула Турӑ пур тӗрлӗ ҫын пирки те* тӳрӗ тет, ҫапла вӗсем пурнӑҫ илеҫҫӗ. 19 Пӗр ҫын итлеменнине пула нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ пекех, пӗр ҫын итленине пула нумайӑшӗ тӳрӗ пулса тӑрать. 20 Закона вара ҫынсем мӗн тери ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартас тесе панӑ. Анчах ӑҫта ҫылӑх питӗ нумай пулнӑ, ҫавӑнта Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне тата ытларах кӑтартнӑ. 21 Мӗнле тӗллевпе? Ҫакна, ҫылӑхпа вилӗм патшасем пек хуҫаланнӑ пекех, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ патша пек хуҫалантӑр тесе тата Турӑ ҫынсем пирки тӳрӗ теме пултартӑр тесе тунӑ. Ҫавна пула ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултараҫҫӗ.
6 Мӗн калӑпӑр эппин? Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне хамӑр ҫинче ытларах туйса тӑрас тесен пирӗн малалла та ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? 2 Ҫук паллах! Эпир ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ, апла мӗнле-ха эпир малалла та ҫылӑха кӗрсе пурӑнма пултаратпӑр? 3 Эсир ҫакна пӗлместӗр-им: эпир пурте — Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулас тесе шыва кӗнисем* — вӑл вилнӗ пек вилмешкӗн шыва кӗнӗ. 4 Эпир вӑл вилнӗ пек вилмешкӗн шыва кӗрсен, пире унпа пӗрле пытарнӑ. Аттен мухтавлӑ вӑйӗпе Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пекех, эпир те халӗ ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр. 5 Эпир вӑл вилнӗ пек вилсе унпа пӗрлешрӗмӗр пулсан, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек чӗрӗлсе тӑрса унпа пӗрлешӗпӗр. 6 Пирӗн ҫылӑхлӑ кӗлетке пирӗнпе урӑх ан хуҫалантӑр тесе пирӗнти кивӗ ҫынна Христоспа пӗрле юпа ҫине пӑталанине эпир пӗлетпӗр, ҫавӑнпа пирӗн тек ҫылӑх чурисем пулмалла мар. 7 Мӗншӗн тесен вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать*.
8 Эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, унпа пӗрле пурӑнасса та ӗненетпӗр. 9 Мӗншӗн тесен вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христос урӑх нихӑҫан та вилес ҫуккине эпир пӗлетпӗр. Вилӗм унпа урӑх хуҫаланмасть. 10 Вилессе вӑл ҫылӑха пӗтерессишӗн пӗрре тата яланлӑхах вилнӗ, пурӑнасса вара вӑл Туррӑн ирӗкне туса тӑрассишӗн пурӑнать. 11 Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, анчах та, Христос Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май, хӑвӑра Туррӑн ирӗкне туса тӑрас тӗлӗшрен чӗрӗ тесе шутлӑр.
12 Ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр, хӑвӑрӑн вилӗмлӗ кӗлеткен кӑмӑлӗ хыҫҫӑн ан кайӑр. 13 Хӑвӑрӑн кӗлеткене усал тумалли хатӗр* пек ҫылӑх аллине ан парӑр, ун вырӑнне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек хӑвӑра Турӑ аллине парӑр, хӑвӑрӑн кӗлеткене те ырӑ тумалли хатӗр* пек Турӑ аллине парӑр. 14 Ҫылӑх сирӗнпе ан хуҫалантӑр, мӗншӗн тесен эсир закон* аллинче мар, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ аллинче.
15 Апла мӗн калар? Эпир закон аллинче мар, виҫесӗр ырӑлӑх аллинче тесе пирӗн ҫылӑх туса пурӑнмалла-и? Ҫук паллах! 16 Эсир пӗлместӗр-им: эсир кама та пулин итлесе тӑма хӑвӑра чуралӑха паратӑр пулсан, унӑн чури пулатӑр. Ҫавӑнпа та эсир ҫылӑх чурисем пулсан, ҫакӑ сире вилӗм патне илсе пырӗ, анчах эсир Туррӑн чурисем пулсан тата ӑна итлесе тӑратӑр пулсан, эсир тӳрӗлӗхпе ҫӳрекен ҫынсем пулатӑр. 17 Тавах Турра, эсир унччен ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ вара хӑвӑра шанса панӑ вӗрентӗве пӗтӗм чӗререн итлесе тӑма пуҫларӑр. 18 Ҫапла, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чурисем пулса тӑтӑр. 19 Эсир вӑйсӑр, ҫылӑхлӑ пулнӑран эпӗ сире ҫынсемшӗн ӑнланмалла сӑмахсемпе калатӑп: эсир усал ӗҫсем тӑвас тесе хӑвӑрӑн кӗлеткене тасамарлӑх тата законсӑрлӑх чуралӑхне панӑ пекех, халӗ Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвас тесе хӑвӑрӑн кӗлеткене тӳрӗлӗх чуралӑхне парӑр. 20 Мӗншӗн тесен эсир ҫылӑх чурисем пулнӑ чухне тӳрӗлӗхе пӑхӑнса тӑман.
21 Эсир ун чухне тунӑ ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерчӗҫ? Ҫав ӗҫсемшӗн халӗ хӑвӑра та намӑс. Вӗсем вилӗм патне илсе пыраҫҫӗ. 22 Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Туррӑн чурисем пулса тӑрсан, сирӗн ӗҫсен ҫимӗҫӗ — сӑваплӑ пурнӑҫ, ҫакӑ вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать. 23 Ҫылӑх вилӗмпе тӳлет, Турӑ вара Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелет.
7 Тӑвансем, закон* ҫын чӗрӗ чухне ҫеҫ унпа хуҫаланнине эсир пӗлместӗр-им? (Ҫакна эпӗ закона пӗлекенсене калатӑп.) 2 Сӑмахран, закон тӑрӑх, упӑшки чӗрӗ чухне качча кайнӑ хӗрарӑмӑн урӑххине качча кайма ирӗк ҫук. Упӑшки вилсен вара, арӑмӗ упӑшкин законӗнчен ирӗке тухать. 3 Ҫавӑнпа хӗрарӑм упӑшки чӗрӗ чухнех тепӗр арҫынна качча кайсан аскӑн ӗҫ туса упӑшкине улталать. Анчах упӑшки вилсен, вӑл упӑшкин законӗнчен ирӗке тухать, ҫавӑнпа вӑл урӑххине качча кайсан упӑшкине улталамасть.
4 Тӑванӑмсем, эсир те урӑххин — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христосӑн — пулас тесе унӑн парнине* пула закон тӗлӗшӗнчен вилнӗ. Ҫапла эпир Турра юрӑхлӑ ҫимӗҫ кӳме пултаратпӑр. 5 Эпир ҫылӑхлӑ кӗлетке хыҫҫӑн кайса пурӑннӑ чухне ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм, закона пула палӑрнӑскер, пирӗн кӗлеткепе хуҫаланнӑ, ҫакӑ вара пире вилӗм патне ҫеҫ илсе пыма пултарнӑ. 6 Анчах халӗ эпир закон тӗлӗшӗнчен вилнӗ, ҫавӑнпа унран ирӗклӗ пулса тӑтӑмӑр. Халӗ эпир кивӗлле мар, ҫырса хунӑ закон тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, святой сывлӑша пӑхӑнса, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр*.
7 Апла мӗн калӑпӑр? Закон ҫылӑхлӑ-и? Паллах, ҫук! Анчах закон пулман пулсан, эпӗ ҫылӑх мӗн иккенне пӗлмен пулӑттӑм. Тӗслӗхрен, закон «Ан хапсӑн» темен пулсан, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне пӗлмен пулӑттӑм. 8 Анчах ҫылӑх ҫак заповедьпе усӑ курса манра тӗрлӗ хапсӑнчӑк ӗмӗт-шухӑш вӑратрӗ. Закон пулман чухне вара ҫылӑх вӑйсӑр пулнӑ*. 9 Тӗрӗссипе каласан, закон пулман чухне эпӗ чӗрӗччӗ. Анчах заповедь килсен, ҫылӑх чӗрӗлчӗ, эпӗ вара вилтӗм. 10 Пурнӑҫ патне илсе пымалла пулнӑ заповедь чӑннипе мана вилӗм патне илсе ҫитерчӗ. 11 Мӗншӗн тесен ҫылӑх ҫак заповедьпе усӑ курса мана илӗртсе улталарӗ те вӗлерчӗ. 12 Апла, закон сӑваплӑ, заповедь те сӑваплӑ, тӳрӗ, ырӑ.
13 Апла пулсан, мана ырри вӗлерчӗ-и? Паллах, ҫук! Мана ҫылӑх вӗлерчӗ. Ҫылӑх мана ырри урлӑ вилӗм патне илсе ҫитерчӗ, ҫавна пула ҫылӑх мӗн иккенни палӑрчӗ. Ҫапла вара заповедь ҫылӑх мӗн тери япӑх пулнине кӑтартрӗ. 14 Закон Турӑран пулнине эпир пӗлетпӗр, эпӗ вара ҫылӑх чуралӑхне сутса янӑ ҫын анчах. 15 Хам мӗн тунине хам та ӑнланмастӑп. Хамӑн тӑвас килнине тумастӑп, хам курайманнине вара тӑватӑп. 16 Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин, закон лайӑх пулнипе килӗшетӗп. 17 Апла пулсан, ҫакна эпӗ тумастӑп, ман ӑшри ҫылӑх тӑвать. 18 Манра, урӑхла каласан, манӑн ҫылӑхлӑ кӗлеткере, ним ырри те ҫуккине эпӗ пӗлетӗп. Манӑн ыррине тӑвас килет, анчах ҫавна тӑваймастӑп. 19 Хамӑн тӑвас килнӗ ыррине тумастӑп, хамӑн тӑвас килмен усаллине тӑватӑп. 20 Хамӑн тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан вара, ҫакна ӗнтӗ эпӗ тумастӑп, ман ӑшри ҫылӑх тӑвать.
21 Эпӗ хам ӑшра ҫакӑн пек закон пур тетӗп: тӗрӗссине тӑвас тенӗ чухне хамра усаллине тӑвас туртӑм пуррине куратӑп. 22 Чӗрере эпӗ Турӑ законне чӑннипех юрататӑп. 23 Анчах хамӑн кӗлеткере урӑх закон куратӑп — вӑл манӑн ӑсӑм законне хирӗҫ ҫапӑҫать. Ҫак ҫылӑх законӗ мана хӑйӗн тыткӑнне илет. 24 Мӗскӗн ҫын эпӗ! Ҫак вилӗм патне илсе пыракан кӗлеткерен мана кам хӑтарӗ-ши? 25 Турра тав тӑватӑп, мӗншӗн тесен вӑл мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ хӑтарать! Эппин, ӑсӑмпа эпӗ — Турӑ законӗн чури, кӗлеткепе вара — ҫылӑх законӗн чури.
8 Ҫапла вара, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене вӗсен вилмелле тесе Турӑ суд тумасть. 2 Мӗншӗн тесен пурнӑҫ паракан сывлӑш законӗ сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене, ҫылӑхпа вилӗм законӗнчен ирӗке кӑларать. 3 Моисей законӗ сире ирӗке кӑларма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫынсем вӑйсӑр тата ҫылӑхлӑ. Турӑ ҫылӑха пӗтерес тесе хӑйӗн Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫын кӗлетки евӗрлӗ кӗлетке парса ҫӗр ҫине янӑ. Ҫапла Турӑ ҫынсенчи ҫылӑх айӑплӑ тесе йышӑну тунӑ. 4 Ҫавна пула эпир — хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӗлеткене мар, святой сывлӑша пӑхӑнса тӑракансем — закон хушнине пурнӑҫлама пултаратпӑр. 5 Ҫылӑхлӑ кӗлеткене пӑхӑнса тӑракансем кӗлеткен мӗн тӑвас килни ҫинчен шухӑшласа ҫӳреҫҫӗ, святой сывлӑша пӑхӑнса тӑракансем вара святой сывлӑш ырлакан япаласем ҫинчен шухӑшласа ҫӳреҫҫӗ. 6 Ҫылӑхлӑ кӗлеткен мӗн тӑвас килни ҫинчен шухӑшласа ҫӳрени вилӗм кӳрет, святой сывлӑш ырлакан япаласем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрени вара пурнӑҫ тата мир* парать. 7 Хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӗлеткене хамӑрӑн ӑспа хуҫаланма ирӗк панипе эпир Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен ҫылӑхлӑ кӗлетке Туррӑн законне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть. 8 Ҫавӑнпа та ҫылӑхлӑ кӗлеткене юраса пурӑнакансем Турра юрама пултараймаҫҫӗ.
9 Анчах эсир ҫылӑхлӑ кӗлеткене юраса пурӑнмастӑр. Сирӗнте святой сывлӑш чӑннипех пурӑнать пулсан, эсир сывлӑш кӑтартнӑ пек пурӑнатӑр. Камӑн та пулин Христосӑн сывлӑшӗ ҫук пулсан, вӑл Христосӑн мар. 10 Енчен те Христос сирӗнпе пӗрлӗхре пулсассӑн, сирӗн кӗлетке ҫылӑха пула вилӗмлӗ пулин те, Турӑ сирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тенине пула сывлӑш сире пурнӑҫ парать. 11 Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратаканнин сывлӑшӗ сирӗнте пурӑнать пулсан, Христос Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратаканни сирӗн ӑшри хӑйӗн сывлӑшӗпе сирӗн вилӗмлӗ кӗлеткене те чӗрӗ тӑвӗ.
12 Апла пулсан, тӑвансем, ҫылӑхлӑ кӗлеткене пирӗн пӑхӑнса пурӑнмалла мар. 13 Эсир ҫылӑхлӑ кӗлеткене пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсан, эсир вилетӗрех. Анчах та сывлӑш пулӑшнипе ҫылӑхлӑ ӗҫсене пӗтеретӗр пулсан, эсир пурӑнӑр. 14 Кама святой сывлӑш ертсе пырать, ҫавсем пурте — Туррӑн ывӑлӗсем. 15 Мӗншӗн тесен эсир чура тӑвакан тата сире каллех хӑраса пурӑнмалла тӑвакан сывлӑш илмен, ун вырӑнне эсир ывӑллӑха кӗртекен сывлӑш илнӗ. Ҫав сывлӑш пире: «А́вва*, Атте!» — тесе чӗнме хавхалантарать. 16 Ҫав сывлӑшах пире* эпир Туррӑн ачисем пулнине пӗлтерсе тӑрать. 17 Эпир унӑн ачисем пулсан, Туррӑн еткерҫисем те пулатпӑр. Эпир унран Христоспа пӗрле еткерлӗх илетпӗр. Анчах та малтан пирӗн вӑл тӳссе ирттернӗ асапсене тӳссе ирттермелле, вара унпа пӗрле мухтава тухӑпӑр.
18 Ман шутпа, эпир пуласлӑхра илес мухтавпа танлаштарсан, эпир халӗ тӳсекен асапсем нимӗн те мар. 19 Турӑ тунисем пурте вӑл хӑйӗн ывӑлӗсен мухтавне кӑтартасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. 20 Мӗншӗн тесен Турӑ тунисем ним усӑсӑр пурнӑҫа хӑйсен ирӗкӗпе мар, хӑйсене кам пӑхӑнтарнӑ, ҫавӑн ирӗкӗпе пӑхӑннӑ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл шанчӑк та панӑ: 21 Турӑ тунисем ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ирӗке тухӗҫ те Турӑ ачисен чаплӑ ирӗклӗхне илӗҫ. 22 Турӑ тунисем пурте ку таранчченех йынӑшнине тата асапланнине эпир пӗлетпӗр. 23 Эпир хамӑр та — малтанхи ҫимӗҫе, урӑхла каласан, святой сывлӑша, илнисем — хамӑра ывӑллӑха илессине чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе хамӑр ӑшра йынӑшатпӑр. Ҫав вӑхӑтра эпир, тӳлесе илме панӑ парнене пула, хамӑрӑн кӗлеткерен хӑтӑлӑпӑр. 24 Эпир ҫӑлӑннӑ чухне ҫав шанчӑка илнӗ. Анчах шанчӑк пурнӑҫлансан, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Ҫын хӑй шанса тӑнине илнӗ хыҫҫӑн унӑн малалла та шанса тӑмалла-и? 25 Анчах та эпир хамӑр шанса тӑнине илмен пулсан, ҫавна чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑратпӑр.
26 Эпир вӑйсӑр чухне пире святой сывлӑш та пулӑшма пултарать. Эпир кӗлтумаллине пӗлетпӗр пулсан та, хушӑран мӗн ҫинчен кӗлтумаллине пӗлместпӗр. Ҫавӑн пек чухне, эпир хамӑр ӑшра йынӑшса мӗн каламаллине тупаймастпӑр пулин те, сывлӑш хӑй пирӗншӗн ыйтать. 27 Пирӗн чӗресене тӗпчекен Турӑ святой сывлӑш мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлет, мӗншӗн тесен святой сывлӑш Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн сӑваплисемшӗн ыйтать.
28 Эпир пӗлетпӗр: Турӑ хӑйӗн мӗнпур ӗҫне тӑвасса та кам ӑна юратать, кама вӑл хӑй ирӗкӗпе килӗшӳллӗн суйласа илнӗ, ҫавсене ырӑлӑх кӳрес тесе тӑвать*. 29 Хӑй суйласа илнисем ҫинчен вӑл малтанах пӗлнӗ тата вӗсем хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулассине малтанах шутласа хунӑ, ҫапла вара Ывӑлӗ хӑйӗн нумай тӑванӗ хушшинче малтан ҫурални пултӑр тенӗ. 30 Вӑл суйласа илнисене чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисем пирки вӑл тӳрӗ ҫынсем те тенӗ. Кам пирки вара вӑл тӳрӗ ҫынсем тенӗ, ҫавсене мухтава кӑларнӑ.
31 Ҫакӑн пирки мӗн калама пулать? Турӑ пирӗн майлӑ пулсан, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ? 32 Вӑл хӑйӗн Ывӑлне шеллесе тӑман, ӑна пирӗншӗн пуриншӗн те вилме панӑ. Апла пулсан, вӑл хӑйӗн ырӑлӑхне пула Ывӑлӗпе пӗрле пире ыттине пурне те памӗ-и? 33 Турӑ суйласа илнисене кам айӑплама пултарать? Турӑ хӑй вӗсем пирки тӳрӗ тет. 34 Кам вӗсене айӑплама пултартӑр? Никам та. Вӗт Христос Иисус вӗсемшӗн вилнӗ тата вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Халӗ вӑл Туррӑн сылтӑм енче ларать, пирӗншӗн ыйтса тӑрать.
35 Христос юратӑвӗнчен пире мӗн уйӑрма пултарать? Йывӑрлӑхсем-и, асапсем-и, хӗсӗрлени-и, выҫлӑх-и, чухӑнлӑх-и*, хӑрушлӑх-и, хамӑра вӗлерме пултарни-и*? 36 Ҫырура ҫапла каланӑ: «Пире кашни кун саншӑн вӗлереҫҫӗ, пусмалли сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ». 37 Анчах эпир ҫаксене пурне те хамӑра юратакан пулӑшнине пула ҫӗнтерсе пыратпӑр. 38 Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурнӑҫ та, ангелсем те, патшалӑхсем те, хальхи те, пуласси те, вӑйсем те, 39 ҫӳлти те, аялти те, Турӑ тунисенчен нихӑшӗ те пире Туррӑн юратӑвӗнчен — Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартса тӑракан юратуран — уйӑрма пултараймасть.
9 Христос хыҫҫӑн пыракан пулнӑ май эпӗ чӑннине калатӑп, суймастӑп. Святой сывлӑш витӗм кӳнипе манӑн совесть ҫакна ҫирӗплетсе парать: 2 эпӗ питӗ хуйхӑратӑп, манӑн чӗре пӗр чарӑнми ыратать. 3 Эпӗ хамӑн тӑвансене, хамӑн халӑхри ҫынсене пулӑшмашкӑн Христосран уйӑрса янӑ ылханлӑ ҫын пулма та хатӗр. 4 Вӗсем — Израиль ҫыннисем. Турӑ вӗсене ывӑллӑха илнӗ, хӑйӗн мухтавне кӑтартнӑ, вӗсемпе килӗшӳсем тунӑ, вӗсене закон панӑ, сӑваплӑ ӗҫ шанса панӑ тата Турӑ вӗсене сӑмах панӑ. 5 Вӗсем пирӗн мӑн асаттесенчен пулса кайнӑ, вӗсенченех Христос та тухнӑ. Пурне те тытса тӑракан Турра ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
6 Ҫапах та Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланмарӗ теме ҫук. Мӗншӗн тесен кам Израильтен пулса кайнӑ, ҫавсем пурте чӑннипе Израиль ҫыннисем мар. 7 Вӗсем Авраа́мӑн тӑхӑмӗ пулсан та, ҫакӑ вӗсем пурте унӑн ачисем пулнине пӗлтермест. Мӗншӗн тесен Турӑ Авраама ҫапла каланӑ: «Санӑн пулас тӑхӑму Исаакран тухӗ». 8 Урӑхла каласан, Авраа́мӑн ачисем пуртех Туррӑн ачисем мар. Турӑ сӑмах панипе ҫуралнӑ ачасем чӑннипе Авраа́мӑн тӑхӑмӗ шутланаҫҫӗ. 9 Турӑ акӑ мӗнле сӑмах панӑ: «Эпӗ палӑртнӑ вӑхӑтра килӗп, ун чухне Саррӑн ывӑл ача пулӗ». 10 Ҫавӑн чухне кӑна мар, Реве́кка пирӗн мӑн асаттерен, Исаакран, йӗкӗреш ывӑлсемпе йывӑр ҫын пулса тӑнӑ чухне те Турӑ сӑмах панӑ. 11 Вӗсем ҫураличченех, мӗн те пулин ыррине е усаллине тӑвичченех, Турӑ вӗсенчен хӑшне суйласа илессине кӑтартнӑ. Мӗншӗн тесен вӑл кама суйласа илес тет, ҫавна суйласа илет, ҫакӑ вара ҫын тӑвакан ӗҫсенчен килмест. 12 Ҫавӑнпа Ревеккӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «Асли кӗҫӗннин чури пулӗ». 13 Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Эпӗ Иакова юратрӑм, Исава вара курайми пултӑм».
14 Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Турӑра тӗрӗсмарлӑх пур-им? Ҫук паллах! 15 Вӗт вӑл Моисее ҫапла калать: «Эпӗ кама хӗрхенес тетӗп, ҫавна хӗрхенӗп, кама шеллес тетӗп, ҫавна шеллӗп». 16 Ҫапла вара, Турӑ кама суйласа илесси ҫын кӑмӑлӗнчен е вӑл вӑй хунинчен килмест, хӗрхенекен Турӑран килет. 17 Ҫырура ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ фараона ҫапла каланӑ: «Сан ҫинче хамӑн вӑя кӑтартас тесе тата пӗтӗм ҫӗр ҫинче хамӑн ята пӗлтерес тесе эпӗ сана чӗрӗ хӑвартӑм». 18 Ҫапла вара, вӑл кама хӗрхенес тет, ҫавна хӗрхенет, кама кутӑн пулма парас тет, ҫавна кутӑн пулма парать.
19 Эсӗ манран ҫапла ыйтӑн: «Унӑн ирӗкне никам та хирӗҫ тӑма пултараймасть пулсан, мӗншӗн-ха вӑл пире айӑплать?» 20 Эй этем, Турӑпа тавлашмашкӑн кам вара эсӗ? Тӑм савӑт чӳлмекҫӗне: «Мӗншӗн эсӗ мана ҫапла турӑн?» — тесе калӗ-и? 21 Чӳлмекҫӗн пӗр тӑмранах ятарлӑ вӑхӑтра* усӑ курмалли савӑта та, кулленхи ӗҫсенче* усӑ курмалли савӑта та тума ирӗк ҫук-им? 22 Турӑ та, хӑйӗн ҫиллине тата вӑйне кӑтартас тенӗ пулин те, хӑйне ҫиллентерекенсене*, пӗтерме тивӗҫлисене, нумайччен тӳссе тӑнӑ. 23 Ҫакна вӑл кама хӗрхенет, ҫавсене* хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартас тесе тунӑ. Вӗсене вӑл награда пама хатӗрленӗ. 24 Ҫавсем вӗсем — эпир, Турӑ еврейсем хушшинчен кӑна мар, урӑх халӑхсем хушшинчен те чӗнсе илнисем. 25 Ҫакӑн ҫинчен О́сия кӗнекинче каланӑ: «Хамӑн мар халӑха хамӑн халӑхӑм тейӗп, юратманнине юратнӑскерӗм тейӗп. 26 Вӗсене: „Эсир манӑн халӑх мар“, — тенӗ ҫӗртенех вӗсене чӗрӗ Туррӑн ывӑлӗсем тейӗҫ».
27 Иса́ия вара Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсем тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсан та, сахалӑшӗ ҫеҫ ҫӑлӑнса юлӗ. 28 Мӗншӗн тесен Иегова* ҫӗр ҫинче суд тӑвӗ, вӑл ӑна тӑхтаса тӑмасӑр тӑвӗ». 29 Тата Иса́ия малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Иегова*, ҫӳлти ҫарсен Пуҫлӑхӗ, пирӗн тӑхӑма чӗрӗ хӑварман пулсан, эпир Содо́м пекех пулнӑ пулӑттӑмӑр тата Гоморрӑпа танлашнӑ пулӑттӑмӑр».
30 Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Урӑх халӑх ҫыннисем тӳрӗ пулма тӑрӑшман пулин те, ӗненнӗрен Турӑ умӗнче тӳрӗ пулса тӑнӑ. 31 Израиль ҫыннисем вара закон тӑрӑх тӳрӗ пулма тӑрӑшнӑ пулин те, закон тӑрӑх пурӑнайман. 32 Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем ӗненнипе мар, ӗҫсемпе тӳрӗ пулма тӑрӑшнӑ. Вӗсем «такӑнтаракан чулран» такӑннӑ. 33 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Акӑ эпӗ Сионра ҫынсене такӑнтаракан чул, вӗсен ҫулне пӳлекен чул хысакӗ хуратӑп. Анчах та ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ».
10 Тӑвансем, эпӗ хамӑн халӑхӑма чун-чӗререн ҫӑлӑнӑҫ сунатӑп, ҫакӑн ҫинчен Турра хӗрӳллӗн кӗлтӑватӑп. 2 Эпӗ вӗсем пирки ҫакна калама пултаратӑп: вӗсем Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫлеҫҫӗ, анчах унӑн ирӗкне ӑнланмаҫҫӗ*. 3 Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче мӗн тӳрӗ пулнине пӗлмесӗр, хӑйсен шухӑшӗпе мӗн тӳрӗ, ҫавна тума тӑрӑшнипе вӗсем Туррӑн тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ. 4 Вӗт законӑн* вӗҫӗ — Христос. Халӗ ӑна ӗненекенсем пурте тӳрӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ.
5 Закона тытса тӑнинчен килекен тӳрӗлӗх ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «Закона пурнӑҫласа тӑракан ҫын ӑна пула пурӑнӗ». 6 Ӗненнинчен килекен тӳрӗлӗх ҫинчен вара Ҫырура ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн чӗрӳнте: „Тӳпене кам хӑпарӗ?“ — тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса антарма тӳпене кам хӑпарӗ тениех пулать). 7 Е тата: „Тӗпсӗр вырӑна кам анӗ?“ — тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратма тӗпсӗр вырӑна кам анӗ тениех пулать)». 8 Ҫырура мӗн каланӑ? «Ҫак сӑмах сан ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунтах, санӑн чӗрӳнтех», — тенӗ. Ҫак сӑмах вӑл — эпир пӗлтерекен ӗненӳ сӑмахӗ. 9 Эсӗ хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисус вӑл Ҫӳлхуҫа пулни ҫинчен ыттисене каласа паратӑн пулсан тата Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине хӑвӑн чӗрӳнте ӗненетӗн пулсан, эсӗ ҫӑлӑнӑн. 10 Мӗншӗн тесен хӑй чӗринче ӗненекен тӳрӗ пулать, хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа паракан вара ҫӑлӑнать.
11 Ҫырура ҫапла каланӑ: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ». 12 Мӗншӗн тесен еврейпа грек хушшинче уйрӑмлӑх ҫук. Пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, вӑл хӑйне чӗнекенсене пурне те уҫӑ кӑмӑлпа пулӑшса тӑрать. 13 Мӗншӗн тесен «Иеговӑна* ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ». 14 Анчах та вӗсем ӑна ӗненмеҫҫӗ пулсан, вӗсем ӑна мӗнле чӗнӗҫ? Ун ҫинчен вӗсем илтмен пулсан, вӗсем ӑна мӗнле ӗненӗҫ? Ун ҫинчен вӗсене никам та пӗлтермесен, вӗсем мӗнле илтӗҫ? 15 Хушса ямасан, вӗсене мӗнле пӗлтерӗҫ? Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Лайӑххи ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерекенсен урисем епле илемлӗ!»
16 Анчах та ырӑ хыпара пурте йышӑнмарӗҫ. Иса́ия калать: «Иегова*, пирӗнтен илтнӗ сӑмахсене кам ӗненчӗ?» 17 Эппин, ӗненес тесен малтан илтмелле, илтес тесен вара камӑн та пулин Христос ҫинчен хыпар пӗлтермелле. 18 Анчах эпӗ ыйтатӑп: вӗсем илтмен-им? Паллах, илтнӗ. Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Вӗсен сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлать, вӗсен хыпарӗ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗрринех ҫитет». 19 Тата ыйтам: Израиль халӑхӗ пӗлмен-им? Моисей калать: «Халӑх пулман ҫынсем урлӑ эпӗ сире кӗвӗҫтерӗп, ӑссӑр халӑх урлӑ сире ҫиллентерсе ярӑп». 20 Иса́ия та хӑюллӑн калать: «Мана хама шыраманнисем тупрӗҫ, мана хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ». 21 Израиль пирки вара вӑл ҫапла калать: «Итлемен тата кутӑн халӑх еннелле эпӗ хамӑн аллӑмсене кунӗпе тӑсса тӑтӑм».
11 Ҫавӑнпа эпӗ ыйтатӑп: Турӑ хӑйӗн халӑхне сирсе янӑ-им? Паллах, ҫук! Эпӗ хам та Израиль ҫынни, Авраа́мӑн тӑхӑмӗ, Вениамин йӑхӗнчен. 2 Турӑ хӑй малтанах суйласа илнӗ халӑха сирсе яман. Эсир Ҫырура Илия́ ҫинчен мӗн каланине пӗлместӗр-им? Вӑл Израиль халӑхне ӳпкелесе Турра ҫапла каланӑ: 3 «Иегова*, вӗсем санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене аркатрӗҫ. Пӗр эпӗ кӑна тӑрса юлтӑм, халӗ вӗсем мана та вӗлересшӗн». 4 Турӑ ӑна мӗн хуравланӑ? «Эпӗ хам валли Ваала пуҫҫапман 7 000 ҫынна хӑвартӑм». 5 Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе суйласа илнисен пӗчӗк ушкӑнӗ* пур. 6 Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе пулсан, апла вӗсене ӗҫӗсене кура суйласа илмен. Унсӑрӑн унӑн ырӑлӑхӗ виҫесӗр ырӑлӑх пулман пулӗччӗ.
7 Апла мӗн калӑпӑр? Израиль хӑй тӑрӑшса шыранине илеймерӗ, суйласа илнисем кӑна илчӗҫ. Ыттисен чӗрисем вара хытса ларчӗҫ, 8 Ҫырура ҫырнӑ пекех: «Турӑ вӗсене тарӑн ыйха путарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен куҫӗ те курмасть, хӑлхи те илтмест, паянхи кунчченех вӗсем ҫапла». 9 Давид та калать: «Вӗсен ӗҫки-ҫики* вӗсемшӗн таната, капкӑн, такӑнтаракан чул, хӑйсене наказани памалли сӑлтав пултӑр. 10 Вӗсен куҫӗсем тӗттӗмленсе курми пулччӑр, вӗсем йывӑр ҫӗклемпе пӗкӗрӗлсе ларччӑр».
11 Ҫавӑнпа эпӗ ыйтатӑп: вӗсем тӑраймиех такӑнса ӳкрӗҫ-ши? Паллах, ҫук! Анчах вӗсем йӑнӑш утӑм туни урӑх халӑх ҫыннисене ҫӑлӑнма май пачӗ, ҫакӑ еврейсене кӗвӗҫтерчӗ. 12 Енчен те вӗсем йӑнӑш утӑм туни тӗнчене пиллӗх парать пулсан тата вӗсен шучӗ чакни урӑх халӑх ҫыннисене пиллӗх парать пулсан, вӗсен шучӗ тулли пулни тата ытларах пиллӗх парӗ!
13 Халӗ вара эпӗ сире, урӑх халӑх ҫыннисене, калатӑп. Урӑх халӑх ҫыннисем патне янӑ апостол пулнӑ май эпӗ хамӑн сӑваплӑ ӗҫе питӗ хаклатӑп. 14 Эпӗ хамӑн тӑван халӑх ҫыннисене кӗвӗҫтерсе яма, ҫапла вара вӗсенчен хӑшне те пулин ҫӑласса шанатӑп. 15 Турӑ вӗсене пӑрахнине пула тӗнчен унпа мирлешме май уҫӑлчӗ. Турӑ вӗсене каялла йышӑнсан вара мӗн пулӗ? Ҫакӑ вӗсемшӗн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑниех пулӗ. 16 Малтанхи ҫимӗҫ пек илнӗ чустан пайӗ сӑваплӑ пулсан, пӗтӗм чусти те сӑваплӑ. Тымарӗ сӑваплӑ пулсан, турачӗсем те сӑваплӑ.
17 Анчах та туратсенчен хӑшӗ-пӗрисене хуҫса пӑрахнӑ пулнӑ, сана вара, эсӗ вӑрманти олива йывӑҫӗ пулин те, вӗсем вырӑнне сыпнӑ, вара эсӗ садри олива йывӑҫӗн тымарӗнчен тӑранса пурӑнма пуҫланӑ. 18 Ҫапах та хӑвӑн пирки хуҫса пӑрахнӑ туратсенчен лайӑхрах тесе ан шутла. Лайӑхрах тесе шутлатӑн пулсан, ҫакна асра тыт: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать. 19 Эсӗ вара: «Туратсене мана сыпмашкӑн хуҫса пӑрахнӑ», — тейӗн. 20 Ку тӗрӗс. Вӗсене ӗненменрен хуҫса пӑрахнӑ, эсӗ вара ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа хӑвна мӑнна ан хур, хӑраса тӑр. 21 Турӑ йывӑҫ ҫинчи туратсене хӗрхенсе тӑман пулсан, сана та хӗрхенсе тӑмӗ. 22 Ҫапла эсӗ Турӑ ырӑ та, хытӑ ыйтакан та пулнине курма пултаратӑн. Уйрӑлса кайнисемшӗн вӑл — хытӑ ыйтакан, саншӑн вара, эсӗ малалла та унӑн ырӑлӑхне тивӗҫлӗ пулсан, вӑл ырӑ. Унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ. 23 Лешсене те, вӗсем ӗненме пуҫласан, сыпӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене каялла сыпма пултарать. 24 Сана, вӑрманти олива йывӑҫӗнчен касса илсе, ҫутҫанталӑк йӗркине хирӗҫ кайса садри олива йывӑҫӗ ҫумне сыпнӑ пулсан, олива йывӑҫӗ ҫумне хӑйӗн турачӗсене сыпма чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ.
25 Тӑвансем, эсир хӑвӑр пирки ӑслӑ тесе шухӑшласран эпӗ сире ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: урӑх халӑх ҫыннисен шучӗ тулли пуличчен Израиль халӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, 26 ҫапла вара пӗтӗм Израиль ҫӑлӑнӗ. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Сионран хӑтаракан килӗ те Иаков тӑхӑмӗнчен пур йӗркесӗрлӗхе те сирсе ярӗ. 27 Эпӗ вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарсан, вӗсемпе килӗшӳ тӑвӑп». 28 Чӑнах та, ырӑ хыпара йышӑнманнипе вӗсем Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑчӗҫ, ҫакӑ вара сире усӑ пачӗ. Анчах та мӑн аслашшӗсене сӑмах панӑран Турӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене суйласа илнӗ, вӑл вӗсене юратать. 29 Турӑ хӑй панӑ парнесемшӗн те, хӑй камсене чӗнсе илнӗ, ҫавсене чӗнсе илнӗшӗн те ӳкӗнмӗ. 30 Эсир унччен Турра итлеместӗрччӗ, халӗ вара вӗсем итлемен пирки вӑл сире хӗрхенчӗ. 31 Халӗ вӗсем итлемеҫҫӗ, сире вара Турӑ хӗрхенет. Анчах сире хӗрхеннӗ пекех, Турӑ вӗсене те хӗрхенме пултарать. 32 Пурне те хӗрхенес тесе Турӑ пурне те итлемен ҫынсем пулма панӑ*.
33 Турӑ пиллӗхӗн вӗҫӗ-хӗрри ҫук! Унӑн ӑслӑлӑхӗпе пӗлӗвӗн чикки ҫук! Унӑн йышӑнӑвӗсене ӑнланса илме ҫук, унӑн ҫулӗсене пӗлсе ҫитме ҫук! 34 «Иеговӑн* ӑсне кам пӗлсе ҫитнӗ е кам ӑна канаш пама пултарать?» 35 Е «Туррӑн каялла тавӑрса памашкӑн ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и?» 36 Мӗншӗн тесен пурте — унран, ун урлӑ тата ун валли. Ӑна ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
12 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, Турӑ сире хӗрхеннӗрен эпӗ сире тархасласа калатӑп: хӑвӑр кӗлеткене сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ, чӗрӗ парне пек парӑр, сӑваплӑ ӗҫе ӑспа туса тӑрӑр. 2 Ҫак тӗнчене хӑвӑр ҫине тек витӗм кӳме* ан парӑр. Ун вырӑнне хӑвӑрӑн ӑса ҫӗнетсе улшӑнса пырӑр, вара эсир Туррӑн ирӗкне — уншӑн мӗн ырӑ, мӗн юрӑхлӑ, мӗн тӗрӗс* пулнине — пӗлсе ҫитетӗр.
3 Турӑ мана виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартнине пула эпӗ сире пурне те калатӑп: хӑвӑр ҫинчен кирлинчен ытлашши ан шухӑшлӑр, виҫеллӗ шухӑшлӑр, Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫавӑнпа килӗшӳллӗн хӑвӑра хак парӑр. 4 Пирӗн кӗлеткен пайӗсем нумай, вӗсем вара пурте пӗр ӗҫех тумаҫҫӗ. 5 Ҫавӑн пекех эпир те, нумаййӑн пулсан та, Христоспа пӗрлӗхре тӑракан пӗр кӗлетке пулатпӑр. Кӗлеткен пайӗсем пулнӑ май эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑратпӑр. 6 Хамӑра кӑтартнӑ виҫесӗр ырӑлӑха пула пирӗн тӗрлӗ пултарулӑх* пур. Пире пророкла калаҫас пултарулӑх панӑ пулсан, хамӑр ӗненнӗ таран пророкла калаҫар, 7 ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрас пултарулӑх панӑ пулсан — ӗҫлесе тӑрар, кама вӗрентес пултарулӑх панӑ — вӗренттӗр, 8 кама ыттисене хавхалантарас* пултарулӑх панӑ — хавхалантартӑр*, кам валеҫет — хаваспах валеҫтӗр, кам ертсе пырать — тӑрӑшса ертсе пытӑр, кам хӗрхенет — чунтан хӗрхентӗр.
9 Сирӗн юрату икӗпитлӗ ан пултӑр. Усала курайми пулӑр, ырри ҫумне ҫыпҫӑнӑр. 10 Пӗр-пӗрне тӑванла, чун-чӗререн юратӑр. Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр. 11 Ӗҫчен пулӑр, ан кахалланӑр. Святой сывлӑш сире хастарлӑ пулма хавхалантарса тӑтӑр. Иеговӑшӑн* пӗтӗм чӗререн* ӗҫлесе тӑрӑр. 12 Шанчӑк сире савӑнӑҫ парса тӑтӑр. Хуйхӑ тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр. Пӗрмай кӗлтӑвӑр. 13 Сӑваплӑ ҫынсене мӗн кирлине парса пулӑшӑр. Ыттисене яланах хапӑл туса йышӑнӑр*. 14 Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр*; ырӑ сунӑр, ан ылханӑр. 15 Савӑнакансемпе савӑнӑр, йӗрекенсемпе йӗрӗр. 16 Ыттисем ҫинчен хӑвӑр ҫинчен шухӑшланӑ пекех шухӑшлӑр. Хӑвӑра мӑнна ан хурӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Хӑвӑр пирки ыттисенчен ӑслӑрах тесе ан шутлӑр.
17 Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр. Пур ҫын та мӗне ырӑ тесе шутлать, ҫавна шута илӗр. 18 Май ҫитнӗ таран пуринпе те килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшӑр. 19 Юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, ун вырӑнне Турра хӑйӗн ҫиллине кӑтартма парӑр. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «„Тавӑрасси манӑн ӗҫ, эпӗ тавӑрӑп“, — тет Иегова*». 20 Анчах «Санӑн тӑшману выҫӑ пулсан, ҫитер ӑна, унӑн ӗҫес килет пулсан, ӗҫтер ӑна. Ҫапла тунипе эсӗ унӑн чӗрине ҫемҫетӗн*». 21 Усала хӑвна ҫӗнтерме ан пар, усала ырӑпа ҫӗнтер.
13 Пур ҫын та аслӑ влаҫа пӑхӑнса тӑтӑр, мӗншӗн тесен кирек мӗнле власть та Турӑран. Турӑ хальхи влаҫсене тӗрлӗ вырӑн уйӑрса панӑ. 2 Ҫавӑнпа та влаҫа хирӗҫ пыракан ҫын Турӑ хунӑ йӗркене хирӗҫ пырать. Ҫак йӗркене хирӗҫ пыракансем хӑйсене хӑйсем айӑпа кӗртӗҫ. 3 Пуҫлӑхсенчен ырӑ ӗҫ тӑвакансем мар, усал ӗҫ тӑвакансем хӑраҫҫӗ. Влаҫсенчен хӑрамасӑр пурӑнас килет-и? Ырӑ ту, вара вӗсем сана мухтӗҫ. 4 Вӗсем — Туррӑн тарҫисем, вӗсене сана ырӑ пултӑр тесе лартнӑ. Усал тӑватӑн пулсассӑн — хӑра, мӗншӗн тесен вӗсем хӗҫне ахаль ҫакса ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсем — Туррӑн тарҫисем, усал тӑвакансене наказани паракансем.
5 Ҫавӑнпа та вӗсене пӑхӑнасса та наказани парасран хӑраса кӑна мар, совесть таса пултӑр тесе те пӑхӑнмалла. 6 Акӑ мӗншӗн эсир налог та тӳлесе тӑратӑр, вӗт вӗсем — Туррӑн тарҫисем, ҫынсене ырӑ пултӑр тесе ялан хӑйсен ӗҫне туса тӑраҫҫӗ. 7 Кашнине тивӗҫлине парӑр: кама налог тӳлемелле — налог тӳлӗр, кама пошлина тӳлемелле — пошлина тӳлӗр, кама хисеплемелле — хисеплӗр, кама чыс тумалла — чыс тӑвӑр.
8 Пӗр-пӗрне юратнисӗр пуҫне никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр, мӗншӗн тесен ҫывӑх ҫынна юратаканни закона* пурнӑҫланӑ. 9 Законра «Аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала», «Ан вӗлер», «Ан вӑрла», «Ан хапсӑн» тенисене тата ытти заповедьсене ҫапла пӗтӗмлетме пулать вӗт: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». 10 Юрату ҫывӑх ҫынна усал тумасть, ҫавӑнпа юратни — закона пурнӑҫлани пулать.
11 Ҫапла туса тӑрӑр, мӗншӗн тесен сирӗншӗн ыйхӑран вӑранмалли вӑхӑт ҫитнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах. 12 Каҫ иртсе пырать, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене тума пӑрахар та ҫуттӑн хӗҫ-пӑшалне тытар. 13 Хамӑра кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ тытар. Асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ тумасӑр, ӗҫке ярӑнмасӑр, аскӑнланмасӑр, намӑссӑрла хӑтланмасӑр*, хирӗҫмесӗр, кӗвӗҫмесӗр пурӑнар. 14 Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тӗслӗх илӗр*, ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма мӗнле ҫырлахтарасси ҫинчен ан шухӑшлӑр.
14 Камӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп мар, ҫавна хапӑл туса йышӑнӑр, хӑвӑртан урӑхларах шухӑшлакан ҫынна ан айӑплӑр. 2 Ҫирӗп ӗненекен ҫын пурне те ҫиме пултарать, ҫирӗп ӗненмен ҫын пахча-ҫимӗҫ ҫеҫ ҫиет. 3 Кам пурне те ҫиет, ҫавӑ пурне те ҫименни ҫине мӑнкӑмӑллӑн ан пӑхтӑр. Кам пурне те ҫимест, ҫавӑ та пурне те ҫиекеннине ан айӑплатӑр, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна хапӑл туса йышӑннӑ. 4 Ют тарҫӑна айӑплама камах вара эсӗ? Вӑл тӑрать-и е ӳкет-и — ҫакӑн пирки унӑн хуҫи йышӑну тӑвать. Иегова* пулӑшнипе вӑл тӑрӗ.
5 Пӗри пӗр кун ытти кунсенчен пӗлтерӗшлӗрех тесе шутлать, тепри пур кун та пӗрех тесе шутлать. Кашни хӑй мӗн шутлани пирки пӗртте ан иккӗлентӗр. 6 Кам пӗр-пӗр куна тытса тӑрать, вӑл ӑна Иеговӑшӑн* тытса тӑрать. Ҫавӑн пекех кам ҫиет, вӑл Иеговӑшӑн* ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав тӑвать. Кам ҫимест, вӑл Иеговӑшӑн* ҫимест, ҫав-ҫавах вӑл та Турра тав тӑвать. 7 Пирӗнтен никам та хӑйӗншӗн ҫеҫ пурӑнмасть, ҫавӑн пекех никам та хӑйӗншӗн ҫеҫ вилмест. 8 Эпир пурӑнатпӑр пулсан — Иеговӑшӑн* пурӑнатпӑр, эпир вилетпӗр пулсан — Иеговӑшӑн* вилетпӗр. Ҫавӑнпа та пурӑнатпӑр-и эпир е вилетпӗр-и, эпир — Иеговӑн*. 9 Мӗншӗн тесен Христос вилнисен тата чӗррисен Ҫӳлхуҫи пулас тесе вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те.
10 Эсӗ мӗншӗн хӑвӑн тӑванна айӑплатӑн? Эсӗ вара мӗншӗн хӑвӑн тӑвану ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхатӑн? Эпир пурте Туррӑн сучӗ* умне тӑрӑпӑр. 11 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «„Хампа тупа тӑватӑп, — калать Иегова*, — пурте ман умра чӗркуҫленсе ларӗҫ, пурте эпӗ Турӑ пулнине йышӑнӗҫ“». 12 Ҫапла вара, пирӗнтен кашни харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ.
13 Ҫавӑнпа пӗр-пӗрне тек айӑплар мар. Ун вырӑнне тӑванӑн ӗненӗвне мӗн хавшатма пултарать е ӑна чӑнлӑх ҫулӗнчен мӗн пӑрса яма пултарать, ҫавна нихӑҫан та тӑвас мар тесе* тӑрӑшар. 14 Эпӗ Иисус Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыракан пулнӑ май акӑ мӗн пирки пӗртте иккӗленместӗп: нимӗн те хӑй тӗллӗн таса мар пулмасть. Анчах ҫын мӗне те пулин таса мар тесе шутлать пулсан, ҫавӑ уншӑн таса мар пулать. 15 Эсӗ хӑв ҫиекен апатпа тӑванна кӳрентеретӗн пулсан, эсӗ текех юратупа килӗшӳллӗн пурӑнмастӑн. Хӑв ҫиекен апатпа унӑн ӗненӗвне ан аркат, мӗншӗн тесен уншӑн Христос вилнӗ. 16 Ҫавӑнпа та эсир мӗн пирки тӗрӗс тесе шутлатӑр, ыттисем вара ҫавӑн пирки япӑх калаҫаҫҫӗ пулсан, ҫавна ан тӑвӑр. 17 Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫмеллипе, ҫимеллипе ҫыхӑнман, вӑл святой сывлӑш паракан тӳрӗлӗхпе, мирпе, савӑнӑҫпа ҫыхӑннӑ. 18 Кам Христосшӑн ҫавӑн пек ӗҫлесе тӑрать, вӑл Турра юрӑхлӑ, ӑна ҫынсем те ырлаҫҫӗ.
19 Апла пулсан, килӗштерсе пурӑнас тесе тата пӗр-пӗрне ҫирӗплетес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшар. 20 Апат пирки Туррӑн ӗҫне аркатма чарӑнӑр. Чӑнах та, пур апат-ҫимӗҫ те таса, анчах ҫын мӗн ҫини теприн ӗненӗвне хавшатать* пулсан, ҫав апата ҫини тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. 21 Аш ҫименни, хӗрлӗ эрех ӗҫменни, тӑванун ӗненӗвне хавшатма* пултаракан кирек мӗнле ӗҫе те туманни лайӑхрах. 22 Хӑв мӗне ӗненни хӑвӑнпа Турӑ хушшинче тӑрса юлтӑр. Ҫын мӗне тӗрӗс тесе шутлать, ҫавна тунишӗн хӑйне айӑпламасть пулсан, вӑл телейлӗ. 23 Анчах ҫын иккӗленсе ҫиет пулсан, вӑл айӑплӑ, мӗншӗн тесен хӑй мӗне ӗненнипе килӗшӳллӗн тумасть. Ӗненнипе килӗшсе тӑманнине туни вара — ҫылӑх.
15 Пирӗн, вӑйлисен, вӑйсӑррисен халсӑрлӑхне шута илмелле* тата хамӑра ҫеҫ юраса пурӑнмалла мар. 2 Пирӗнтен кашнин ҫывӑх ҫынна юрама тӑрӑшмалла тата ӑна ҫирӗплетмешкӗн уншӑн мӗн ырӑ, ҫавна тумалла. 3 Христос та хӑйне юраса пурӑнман. Ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Сана хурлакансен хурласа каланӑ сӑмахӗсем ман ҫине йӑтӑнса анчӗҫ». 4 Унччен Ҫырура мӗн ҫырнӑ, ҫавна пурне те пире вӗрентес тесе ҫырнӑ. Ҫакӑ пире шанчӑк парать, мӗншӗн тесен Ҫыру пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшать тата йӑпатать. 5 Чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан тата йӑпатакан Турӑ сире Христос Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама пулӑштӑр. 6 Ҫапла майпа эсир пӗр кӑмӑллӑ пулса, пӗр сасӑпа Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗне, мухтава кӑларӑр.
7 Ҫавӑнпа, Христос сире хапӑл туса йышӑннӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑнӑр, ҫапла эсир Турра мухтава кӑларатӑр. 8 Эпӗ ҫакна калатӑп: Христос ӳт кастарнисемшӗн ӗҫлекен пулса тӑнӑ. Ҫакна Турӑ яланах чӑннине каланине кӑтартас тесе, Турӑ вӗсен мӑн аслашшӗсене сӑмах пани шанчӑклӑ пулнине ҫирӗплетсе парас тесе 9 тата урӑх халӑх ҫыннисем Турӑ хӑйсене хӗрхеннӗшӗн Турра мухтаччӑр тесе тунӑ. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Ҫавӑнпа эпӗ сана урӑх халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, санӑн ятна мухтаса юрлӑп». 10 Тата каланӑ: «Эй халӑхсем, унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр». 11 Татах та каланӑ: «Эй халӑхсем, пурте Иеговӑна* мухтӑр, пур ҫын та ӑна мухтатӑр». 12 Иса́ия та ҫапла калать: «Иессе́й тымарӗ килӗ, вӑл халӑхсене тытса тӑма ҫӗкленӗ. Халӑхсем ун ҫине шанса тӑрӗҫ». 13 Шанчӑк паракан Турӑ, эсир ун ҫине шанса тӑнӑран, сире тулли савӑнӑҫпа мир* патӑр, ҫапла вара сирӗн шанчӑк святой сывлӑшӑн хӑвачӗпе тата ҫирӗпрех пулса тӑтӑр.
14 Тӑванӑмсем, эсир ырӑ тума хатӗр, сирӗн ҫителӗклӗ пӗлӳ пур, эсир пӗр-пӗрне вӗрентме* пултаратӑр, ҫакӑн пирки эпӗ иккӗленместӗп те. 15 Ҫапах та сире хӑш-пӗр япаласем пирки аса илтерес тесе вӗсем ҫинчен тӳррӗн ҫыртӑм, мӗншӗн тесен Турӑ мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса 16 урӑх халӑх ҫыннисене хӑйӗн ырӑ хыпарне пӗлтерме Христос Иисусӑн ӗҫлекенӗ пулма суйласа илчӗ. Эпӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе Турӑ ҫав халӑхсене святой сывлӑшпа сӑваплӑ тунӑ парне пек йышӑнтӑр тесе туса тӑратӑп.
17 Ҫавӑнпа эпӗ Христос Иисусӑн вӗренекенӗ пулнипе тата Туррӑн ӗҫне тунипе савӑнатӑп. 18 Эпӗ хам мӗн туни ҫинчен урӑх каламӑп, Христос урӑх халӑх ҫыннисем хӑйне итлеччӗр тесе ман урлӑ мӗн туни ҫинчен ҫеҫ калӑп. Ҫавна вӑл манӑн сӑмахсемпе ӗҫсем урлӑ, 19 паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем урлӑ тата Турӑ сывлӑшӗн хӑвачӗ урлӑ турӗ. Ҫапла вара эпӗ Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара Иерусалимран пуҫласа Илли́рик тавралӑхне ҫитичченех тӗплӗн пӗлтерсе тухрӑм. 20 Тепӗр ҫын хывнӑ никӗс ҫинче ӗҫлес мар тесе эпӗ ырӑ хыпара Христос ятне пӗлмен вырӑнсенче пӗлтерме тӑрӑшрӑм. 21 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «Камсене ун ҫинчен каласа паман, вӗсем курӗҫ; камсем илтмен, вӗсем ӑнланса илӗҫ».
22 Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сирӗн пата нумай хутчен пырасшӑн пултӑм пулин те, пыраймарӑм. 23 Халӗ вара ҫав ҫӗрсенче эпӗ ырӑ хыпар пӗлтермен вырӑн юлмарӗ. Эпӗ нумай ҫул ӗнтӗ сирӗн пата пырасшӑнччӗ. 24 Ҫавӑнпа эпӗ Испание кайнӑ чухне сире курасса тата сирӗнпе пӗр вӑхӑт хушши пулнӑ хыҫҫӑн эсир мана ӑсатса ярасса шанатӑп. 25 Анчах халӗ эпӗ сӑваплӑ ҫынсене пулӑшмашкӑн Иерусалима кайма шутлатӑп. 26 Македонири тата Ахайӑри тӑвансем Иерусалимри чухӑн пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем валли парне парса яма хавас пулчӗҫ. 27 Вӗсем ҫакна хаваспах турӗҫ, мӗншӗн тесен Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем умӗнче вӗсен парӑм пур: ҫав сӑваплӑ ҫынсем Турӑран мӗн илнине урӑх халӑх ҫыннисене пачӗҫ пулсан, халӗ ӗнтӗ урӑх халӑх ҫыннисен вӗсене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе пулӑшмалла. 28 Вӗсем патне ҫак парнене илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн эпӗ Испание кайӑп, ҫула май сирӗн пата кӗрсе тухӑп. 29 Эпӗ пӗлетӗп: сирӗн пата пырсан эпӗ Христос панӑ тулли пиллӗхпе пырӑп.
30 Тӑвансем, эпӗ сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тата святой сывлӑшран килекен юратупа ӳкӗтлетӗп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те маншӑн Турра хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр, 31 мана Иудейӑри ӗненмен ҫынсем сиен ан кӳччӗр тесе тата эпӗ илсе пыракан парнене Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем кӑмӑл туса йышӑнччӑр тесе кӗлтӑвӑр. 32 Вара, Турӑ ирӗкӗ пулсан, эпӗ савӑнсах сирӗн пата пырӑп та эпир пӗр-пӗрне хавхалантарӑпӑр. 33 Мир* паракан Турӑ сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр. Аминь.
16 Эпӗ сирӗн пата Фивӑна, Кенхрейӑри пухура ӗҫлесе тӑракан пирӗн хӗрарӑм тӑвана, яратӑп. 2 Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ ҫыннисене мӗнле хапӑл туса йышӑнмалла*, ҫапла хапӑл туса йышӑнсамӑр ӑна. Мӗнле те пулин пулӑшу кирлӗ пулсан, ӑна пулӑшӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшрӗ*.
3 Манран Прискӑпа Акилӑна, Христос Иисусӑн ӗҫне хампа пӗрле туса тӑракансене, салам калӑр. 4 Маншӑн вӗсем хӑйсен пурнӑҫне те шеллесе тӑмарӗҫ. Вӗсене эпӗ кӑна мар, урӑх халӑх ҫыннисен пухӑвӗсем те тав тӑваҫҫӗ. 5 Ҫавӑн пекех вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан пухӑва та салам калӑр. Манӑн юратнӑ Эпенета салам калӑр, вӑл — Христосӑн Азири* чи малтанхи вӗренекенӗсенчен* пӗри. 6 Марийӑна салам калӑр, вӑл сирӗншӗн нумай тӑрӑшрӗ. 7 Андроникпа Юнийӑна, манӑн хурӑнташсене тата манпа пӗрле тӗрмере ларнӑскерсене, салам калӑр. Вӗсене апостолсем лайӑх пӗлеҫҫӗ тата вӗсем манран маларах Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ.
8 Манран Амплиата, Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыракан юратнӑ тӑванӑма, салам калӑр. 9 Урбана, Христос ӗҫне туса тӑракан юлташӑмӑра, тата манӑн юратнӑ Стахие салам калӑр. 10 Апеллеса, Христос ырланине тивӗҫлӗ пулнӑскере, салам калӑр. Аристобу́л килӗнчисене салам калӑр. 11 Иродиона, манӑн хурӑнташа, салам калӑр. Нарки́сс килӗнчисене, Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыраканнисене, салам калӑр. 12 Трифенӑпа Трифосӑна, Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлекен хӗрарӑмсене, салам калӑр. Пирӗн юратнӑ Персидӑна салам калӑр, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай ӗҫлерӗ. 13 Руфа, Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ ӗҫлекене, салам калӑр тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл анне пекех пулчӗ. 14 Асинкрита, Флегонта, Гермеса, Патрова, Гермаса тата вӗсемпе пулнӑ ытти арҫын тӑвансене салам калӑр. 15 Филологпа Юлийӑна, Нирейпе унӑн йӑмӑкне*, Олимпана тата вӗсемпе пулнӑ пур сӑваплӑ ҫынна та салам калӑр. 16 Пӗр-пӗрне чуптуса* саламлӑр. Христосӑн пур пухӑвӗ те сире салам ярать.
17 Тӑвансем, тархасласа калатӑп сире: хӑвӑр пӗлнӗ вӗрентӗве хирӗҫ пырса сире пайласа яракансенчен тата ыттисен ӗненӗвне аркатакансенчен* асӑрханӑр, вӗсенчен пӑрӑнӑр. 18 Вӗсем Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн чурисем мар, вӗсем хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗн* чурисем. Вӗсем чеен тата йӑпӑлтатса калаҫса айваннисене* улталаҫҫӗ. 19 Эсир Турра итлесе пурӑнни ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Манӑн сире ҫакна калас килет: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр. 20 Мир* паракан Турӑ вара кӗҫех Шуйттана сирӗн урӑр айне туса ӑна тӗп тӑвӗ. Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр.
21 Хампа пӗр ӗҫ тӑвакан Тимофей, ҫавӑн пекех манӑн хурӑнташсем: Лу́ций, Ясо́н тата Сосипа́тр — сире салам яраҫҫӗ.
22 Эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫырса пынӑ Те́ртий, сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе салам яратӑп.
23 Мана* хӑйӗн килӗнче усракан тата хӑйӗн патӗнче пӗтӗм пухӑва йышӑнакан Гай та сире салам ярать. Сире хула хыснаҫи* Эра́ст тата унӑн пӗртӑванӗ Кварт салам яраҫҫӗ. 24 ——*
25 Турра мухтав пултӑр. Вӑл эпӗ пӗлтерекен ырӑ хыпар урлӑ тата Иисус Христос ҫинчен калакан хыпар урлӑ сире ҫирӗплетме пултарать. Ҫак ырӑ хыпар сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха уҫса панипе ҫыхӑннӑ. Ҫав вӑрттӑнлӑх ӗмӗрсем хушши пытарӑнса тӑнӑ. 26 Халӗ вӑл уҫӑлчӗ, Ҫырури пророкла каланисене пула пур халӑх та ун ҫинчен пӗлчӗ. Ҫакӑ ӗмӗрхи Турӑ хушнипе пулчӗ, вӑл пур халӑх та хӑйне ӗнентӗр, хӑйне итлетӗр тет. 27 Пӗртен-пӗр ӑслӑ Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
Е «канӑҫлӑх».
Е «Турӑ панӑ пултарулӑхпа усӑ курса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «варварсем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑх».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑх».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӑтӑмлӑн туса».
Е «канӑҫлӑх».
Е «иудей».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑх».
Урӑхла каласан, Моисей законӗнче.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартни мар».
Е «каҫарнӑ». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хупласа хунӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «кӑтартакан пичет пулнӑ».
Е, тен, «ҫуккине пур тӑвакан».
Е «ҫылӑхлӑ».
Урӑхла каласан, Моисей законӗчченех.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пур ҫын пирки те».
Ҫакӑнта шыва кӗни святой сывлӑш илнине пӗлтерет, ҫавна пула ҫын Христоспа пӗрлӗхре пулса тӑрать.
Е «вилнӗ ҫыннӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑх хӗҫ-пӑшалӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗлӗх хӗҫ-пӑшалӗ».
Урӑхла каласан, Моисей законӗ.
Урӑхла каласан, Моисей законӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗлеткине».
Е «Туррӑн чурисем пулатпӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вилнӗ пулнӑ».
Е «канӑҫлӑх».
«Атте» тенине пӗлтерекен еврей е арамей сӑмахӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн сывлӑшпа».
Е «йӗркипе туса пырать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫарамас юлни-и».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗҫ-и».
Е «чыслӑ ҫӗрте».
Е «чыслах мар ҫӗрте».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫилӗ савӑчӗсене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрхенӳ савӑчӗсене».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «ҫавна тӗрӗс пӗлӳпе килӗшӳллӗн тумаҫҫӗ».
Урӑхла каласан, Моисей законӗн.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «суйласа илнисенчен тӑрса юлнисем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӗтелӗ».
Е «итлеменлӗх тыткӑнне панӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «хӑвӑра калӑплама».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ҫитменлӗхсӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «парне».
Е «ӳкӗтлес».
Е «ӳкӗтлетӗр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «чура пек».
Е «хӑналама юратӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пиллӗр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн».
Урӑхла каласан, Моисей законне.
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланмасӑр». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫӳлхуҫана тӑхӑнӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Туррӑн суд тумалли вырӑнӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑван умне такӑнтаракан чул е чӑрмав хурас мар тесе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «теприне такӑнтарать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑванна такӑнтарма».
Е «йӑтса ҫӳремелле; чӑтмалла».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «канӑҫлӑх».
Е «ӑса кӗртме».
Е «канӑҫлӑх».
Е «Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ ҫыннисен ыттисене мӗнле хапӑл туса йышӑнмалла».
Е «хӳтӗлерӗ».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫимӗҫӗсенчен».
Е, тен, «аппӑшне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.
Е «ыттисене такӑнтаракансенчен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хырӑмӗн».
Е «часах ӗненсе лартакансене».
Е «канӑҫлӑх».
Ку вӑл Павел.
Е «управляющийӗ».
А3-мӗш приложение пӑхӑр.