АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ
1 Феофи́л, пӗрремӗш кӗнекере эпӗ сана Иисус хӑйне тӳпене иличчен мӗн-мӗн туни ҫинчен тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑччӗ. 2 Хӑйне тӳпене иличчен Иисус, святой сывлӑш пулӑшнипе, хӑй суйласа илнӗ апостолсене мӗн-мӗн тумаллине каласа хӑварнӑ. 3 Асапсем тӳснӗ хыҫҫӑн вӑл хӑй чӗрӗ пулнине уҫҫӑнах ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл вӗсене 40 кун хушши нумай хутчен курӑннӑ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ. 4 Вӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Атте хӑвӑра мӗн пама сӑмах панӑ, ҫавна кӗтӗр. Ун ҫинчен эсир манран илтнӗ ӗнтӗ. 5 Иоанн шыва кӗртнӗ, сире вара темиҫе кунран святой сывлӑшпа шыва кӗртӗҫ*».
6 Иисус вӗсемпе каллех тӗл пулсан, вӗсем унран ҫапла ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ Израиль патшалӑхне халӗ ҫӗнӗрен туса лартмастӑн-и?» 7 Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Атте хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтсемпе тапхӑрсене сире пӗлме кирлӗ мар. 8 Анчах та святой сывлӑш сирӗн ҫине ансан, эсир хӑват илетӗр, вара Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех ман ҫинчен каласа кӑтартакансем* пулатӑр». 9 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех тӳпене ҫӗкленме пуҫланӑ, ӑна пӗлӗт хупласа илнӗ те — вӑл куҫран ҫухалнӑ. 10 Вӗсем тӳпенелле пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра сасартӑк вӗсен ҫумне шурӑ тумлӑ икӗ арҫын пырса тӑнӑ та 11 каланӑ: «Галиле́я ҫыннисем, мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисуса хӑвӑр патран тӳпене илнине куртӑр. Вӑл тӳпене мӗнле ҫӗкленсе кайрӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
12 Вӗсем Олива тӑвӗ ҫинчен аннӑ та Иерусалима таврӑннӑ. (Ҫав ту Иерусалимран инҫех мар, пӗр ҫухрӑма яхӑн аякра*, вырнаҫнӑ пулнӑ.) 13 Хӑйсем чарӑннӑ пӳрте кӗрсен, вӗсем ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ. Кусем вӗсем Пётрпа Иоанн, Иаковпа Андрей, Филиппа Фома́, Варфоломейпа Матфей, Алфей ывӑлӗ Иаков, Си́мон (ӑна «хастарлӑскер» тесе чӗннӗ) тата Иаков ывӑлӗ Иуда пулнӑ. 14 Вӗсем пӗрмай пурте пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтунӑ. Вӗсемпе пӗрле хӑш-пӗр хӗрарӑмсем, Иисусӑн амӑшӗ Мария тата Иисусӑн шӑллӗсем пулнӑ.
15 Ҫав кунсенчен пӗринче Пётр тӑвансем хушшине тӑрса — вӗсем 120-е яхӑн пулнӑ — каланӑ: 16 «Арҫын тӑвансем, святой сывлӑш Давид урлӑ Иуда пирки, Иисуса арестлеме ҫынсене ертсе пынӑскер пирки, пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланмалла пулнӑ. 17 Вӑл пирӗнтен пӗри пулнӑччӗ тата пирӗнпе пӗрле ҫак сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑччӗ. 18 (Ҫав ҫын хӑй тунӑ усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫапа хир туянчӗ. Вӑл пуҫӗпе аялалла персе ансан, унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ. 19 Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ, вара ҫав хире хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама́ тесе ят пачӗҫ, ку «юн хирӗ» тенине пӗлтерет.) 20 Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Унӑн кил-ҫурчӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр“ тата „Ӑна шанса панӑ ӗҫе урӑххи тутӑр*“. 21 Ҫавӑнпа та Иисус Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пулнӑ чухне яланах хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ ҫынна суйласа илмелле. 22 Ҫав ҫын Иоанн Иисуса шыва кӗртнинчен пуҫласа ӑна тӳпене илнӗ кунчченех пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри пулмалла. Унӑн, пирӗн пекех, Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине курнӑскер тата ҫавӑн ҫинчен пӗлтерекенскер* пулмалла».
23 Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иосифа (ӑна Варса́ва тата Иу́ст тесе те чӗннӗ) тата Матфие. 24 Вара вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Иегова*, эсӗ пур ҫыннӑн чӗрине те пӗлетӗн. Ҫак иккӗшӗнчен эсӗ кама суйласа илнине кӑтартсамччӗ. 25 Апостол тивӗҫне — Иуда хӑй ҫулӗпе каяс тесе хӑварнӑ ӗҫе — ун вырӑнне камӑн тумалла-ши?» 26 Унтан вӗсем шӑпа янӑ та, шӑпи Матфие тухнӑ, вара ӑна 11 апостол йышне кӗртнӗ.
2 Аллӑмӗш кун уявӗнче вӗсем пурте пӗрле ҫав кил-ҫуртрах пулнӑ. 2 Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ, вӗсем пуҫтарӑннӑ пӗтӗм ҫурт ҫав шавпа тулнӑ. 3 Вӗсем темӗскер вут-ҫулӑм евӗрлисене курах кайнӑ. Ҫавсем пайланса кашнийӗ ҫине пӗршерӗн аннӑ. 4 Вара вӗренекенсем пурте святой сывлӑшпа тулнӑ та сывлӑш панӑ пултарулӑха пула тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма тытӑннӑ.
5 Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ иудейсем, Турра хисеплекенскерсем, пулнӑ. 6 Ҫав шав илтӗнсе кайсан, халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем аптрасах ӳкнӗ, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашнийӗ вӗренекенсем вӗсен тӑван чӗлхипе калаҫнине илтнӗ. 7 Вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Ҫак калаҫакансем пурте Галиле́я ҫыннисем мар-и вара? 8 Мӗнле-ха пирӗнтен кашни хӑйӗн тӑван чӗлхине илтет? 9 Па́рфи, Ми́ди тата Ела́м ҫыннисем, Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Азире*, 10 Фригире, Памфилире, Египетра, Кире́на ҫывӑхӗнчи Ли́ви ҫӗрӗсенче пурӑнакансем, Римран килнисем, еврейсем те, прозелитсем* те, 11 Крит тата Ара́ви ҫыннисем — эпир пурте вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхесемпе калаҫнине илтетпӗр». 12 Пурте хытӑ тӗлӗнсе, ним шутлама пӗлмесӗр пӗр-пӗринчен: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» — тесе ыйтнӑ. 13 Хӑш-пӗрисем вара вӗсенчен тӑрӑхласа: «Кусем хӗрлӗ эрех* ӗҫсе лартнӑ», — тенӗ.
14 Вара Пётр 11 апостолпа мала тухса тӑрса хытӑ сасӑпа каланӑ: «Иудея ҫыннисем тата Иерусалимра пурӑнакансем пурте, манӑн сӑмахсене тимлӗ итлӗр. 15 Ҫак ҫынсем ӳсӗр тесе ан шутлӑр, мӗншӗн тесен халӗ ирхи тӑхӑр сехет* кӑна-ха. 16 Эсир Иои́ль пророкӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнине куратӑр. Вӑл ҫапла каланӑ: 17 „Юлашки кунсенче, — тет Турӑ, — эпӗ хамӑн сывлӑша пур ҫын ҫине те антарӑп, вара сирӗн ывӑлсемпе хӗрсем пророкла калаҫма пуҫлӗҫ, сирӗн яшсем курӑнусем курӗҫ, сирӗн ватӑ ҫынсем тӗлӗксем курӗҫ. 18 Ҫав кунсенче эпӗ хамӑн арҫын чурасем ҫине те, хӗрарӑм чурасем ҫине те хамӑн сывлӑша ярӑп, вара вӗсем пророкла калаҫӗҫ. 19 Эпӗ тӳпере тӗлӗнмелле ӗҫсем туса кӑтартӑп, ҫӗр ҫинче паллӑсем: юн, вут-ҫулӑм тата мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗм — кӑтартӑп. 20 Иеговӑн* аслӑ та мухтавлӑ кунӗ ҫитиччен хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21 Иеговӑна* ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ“.
22 Израиль ҫыннисем! Итлӗр-ха эпӗ мӗн каланине. Турӑ Назаре́т Иисусне хӑй янине уҫҫӑн кӑтартрӗ: вӑл сирӗн хушшӑрта ҫав ҫын урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем турӗ, хӑватсемпе паллӑсем кӑтартрӗ, ҫавна эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. 23 Ӑна сирӗн алла панӑ, ҫапла пуласса Турӑ малтанах пӗлнӗ, ҫакӑ унӑн ирӗкӗпе пулса иртрӗ. Эсир вара ӑна ҫылӑхлӑ ҫынсен аллипе юпа ҫине пӑталаса вӗлертӗр. 24 Анчах та Турӑ ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен* хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм ӑна тытса чараймарӗ. 25 Давид ун ҫинчен ҫапла калать: „Эпӗ яланах хам умра Иеговӑна* курса тӑратӑп. Вӑл манӑн сылтӑм енче — эпӗ нихӑҫан та шикленмӗп. 26 Ҫавӑнпа манӑн чӗрем хӗпӗртет, чӗлхем хавассӑн калаҫать. Эпӗ шанчӑкпа пурӑнӑп, 27 мӗншӗн тесен эсӗ мана* виле шӑтӑкӗнче* хӑвармӑн, хӑвна чунтан парӑннӑскере ҫӗрсе кайма памӑн. 28 Эсӗ мана пурнӑҫ ҫулне кӑтартрӑн. Эпӗ хӑвпа юнашар пулнӑ чухне эсӗ манӑн чӗрене савӑнӑҫпа тултарӑн“.
29 Арҫын тӑвансем, сире тӳррӗн калам: Давид, йӑх пуҫӗ, вилнӗ, ӑна пытарнӑ, унӑн тупӑклӑхӗ паянхи кунчченех упранса юлнӑ. 30 Давид пророк пулнӑ тата хӑйӗн престолӗ ҫине хӑйӗн тӑхӑмӗ ларасси ҫинчен Турӑ тупа туса сӑмах панине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та 31 вӑл Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса малтанах пӗлсе тӑнӑ тата вӑл: „Христоса виле шӑтӑкӗнче* хӑвармӗҫ, унӑн кӗлетки ҫӗрсе каймӗ“, — тенӗ. 32 Турӑ ҫав Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, эпир пурте ҫавна хамӑр куҫпах куртӑмӑр. 33 Турӑ ӑна хӑйӗн сылтӑм енне лартса асла кӑларчӗ, вара вӑл хӑйне пама шантарнӑ святой сывлӑша Ашшӗнчен илсе ӑна пирӗн ҫине антарчӗ. Шӑп ҫавна эсир халӗ курса-илтсе тӑратӑр. 34 Давид тӳпене хӑпарман, вӑл хӑй ҫапла калать: „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: 35 ‚Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар‘“. 36 Ҫавӑнпа та пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑтӑр: Турӑ Иисуса, эсир юпа ҫине пӑталанӑскере, Ҫӳлхуҫа тата Христос туса хучӗ».
37 Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрине пырса тивнӗ, вара вӗсем Пётрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑвансем, пирӗн вара мӗн тумалла-ши?» 38 Пётр вӗсене каланӑ: «Ӳкӗнӗр, сирӗнтен кашни, хӑйӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе, Иисус Христос ячӗпе шыва кӗтӗр, вара эсир святой сывлӑш илетӗр*. 39 Мӗншӗн тесен святой сывлӑш парасси пирки пирӗн Иегова* Турӑ хӑй патне чӗнсе илекенсене пурне те — сире те, сирӗн ачасене те тата аякрисене те — сӑмах панӑ». 40 Пётр вӗсене тата нумай ҫирӗплетӳ илсе панӑ* тата вӗсене: «Ҫак пӑсӑлнӑ ӑруран хӑтӑлӑр», — тесе ӳкӗтленӗ. 41 Пётр каланӑ сӑмахсене хаваспах йышӑннӑ ҫынсем шыва кӗнӗ, вара ҫав кун тата 3 000-е яхӑн ҫын вӗренекен пулса тӑнӑ. 42 Вӗсем пӗрмаях апостолсенчен вӗреннӗ, пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ*, пӗрле апат ҫинӗ тата кӗлтунӑ.
43 Апостолсем нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑран тата паллӑсем кӑтартнӑран пурте Турӑран хӑрама пуҫланӑ. 44 Иисуса ӗненме пуҫланисем пурте пӗрле пулнӑ, вӗсем мӗн пуррине йӑлтах пӗрле пайланӑ. 45 Вӗсем хӑйсен пурлӑхне тата ҫӗрне сутнӑ та сутса тунӑ укҫаран кашнине мӗн кирлине кура валеҫсе тӑнӑ. 46 Кунран-кун вӗренекенсем пӗр шухӑшлӑ пулса храмра пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне хӑйсен килӗсене апат ҫиме чӗннӗ, ҫав тери савӑнса, пӗтӗм чун-чӗререн хӑйсен апатне пӗрле пайланӑ, 47 Турра мухтаса пурӑннӑ. Вӗсем пӗтӗм халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ. Ҫав хушӑра Иегова* вӗсен йышне, ҫӑлӑнакансене хушӑнтарса, кашни кун ӳстерсех пынӑ.
3 Пӗррехинче Пётрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле* храма кайнӑ, ун чухне кӗлтумалли вӑхӑт пулнӑ. 2 Ҫавӑнта уксах ҫуралнӑ ҫынна илсе пынӑ. Ӑна храма килекенсенчен ыйткалама храмӑн Илемлӗ текен хапхи патне кашни кун илсе пырса лартнӑ. 3 Храма кӗрекен Пётрпа Иоана курсан вӑл вӗсенчен ыйткалама пуҫланӑ. 4 Пётрпа Иоанн ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Пётр ӑна: «Пирӗн ҫине пӑх-ха», — тенӗ. 5 Лешӗ, вӗсем мӗн те пулин парасса кӗтсе, вӗсем ҫине тинкерсе пӑхма пуҫланӑ. 6 Пётр вара каланӑ: «Манӑн кӗмӗл те, ылтӑн та ҫук, анчах эпӗ сана хамӑн мӗн пуррине паратӑп: Назаре́т Иисус Христосӗ ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!» 7 Унтан вӑл ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ. Ҫав самантрах унӑн урисем тӗрекленнӗ, 8 вӑл сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Вара вӑл сиккелесе, Турра мухтаса вӗсемпе пӗрле храма кӗнӗ. 9 Вӑл утса ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ. 10 Вӗсем, ҫав ҫын храмӑн Илемлӗ текен хапхи патӗнче ыйткаласа ларнӑ ҫын иккенне курсан, унпа мӗн пулса иртнинчен шалтах тӗлӗннӗ.
11 Вӑл Пётрпа Иоана аллисенчен тытса тӑнӑ вӑхӑтра вӗсем патне, Соломон колоннади текен вырӑна, тӗлӗнсе кайнӑ ҫынсем чупса пуҫтарӑннӑ. 12 Ҫакна курсан Пётр ҫынсене каланӑ: «Израиль ҫыннисем, мӗншӗн эсир тӗлӗнетӗр? Мӗншӗн пирӗн ҫине вӑл пирӗн вӑя пула е эпир Турра чун-чӗререн пуҫҫапнине пула утма пуҫланӑ пек пӑхса тӑратӑр? 13 Авраа́м, Исаа́к тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, хӑйӗн Ӗҫлекенне, Иисуса, мухтава кӑларчӗ. Эсир ӑна вӗлерме тытса патӑр тата Пила́т умӗнче, вӑл ӑна ирӗке кӑларма шут тытнӑ пулин те, унран тунтӑр. 14 Эсир сӑваплӑ та тӳрӗ ҫынран тунтӑр та ҫын вӗлерекене хӑвӑр валли ирӗке кӑларма ыйтрӑр, 15 пурнӑҫ Пуҫлӑхне вара вӗлертӗр. Анчах Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куҫпах куртӑмӑр. 16 Иисусӑн ятне пула тата эпир унӑн ятне ӗненнине пула ҫак ҫыннӑн, эсир хӑвӑр куракан тата пӗлекен ҫыннӑн, урисем тӗрекленчӗҫ. Эпир Иисуса ӗненни ҫак ҫынна сыватрӗ, ҫавна эсир хӑвӑрах куртӑр. 17 Тӑвансем, пӗлетӗп: эсир, хӑвӑрӑн пуҫлӑхсем пекех, пӗлменрен ҫапла турӑр. 18 Анчах та ҫапла майпа Турӑ мӗнпур пророк урлӑ хӑй малтанах мӗн пӗлтернине — Христосӑн асап курмалла тенине — пурнӑҫларӗ.
19 Эппин, ӳкӗнӗр тата улшӑнӑр*, вара сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнӗҫ. Ҫапла вара Иегова* сире канӑҫ патӑр* 20 тата сире валли суйласа лартнӑ Христоса — Иисуса ятӑр. 21 Турӑ, ӗлӗк-авал пурӑннӑ хӑйӗн сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ, пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт пуласси ҫинчен каланӑ. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен Иисусӑн тӳперех юлмалла. 22 Моисей ҫапла каланӑ: „Иегова*, сирӗн Турӑ, сире валли хӑвӑрӑн тӑвансем хушшинчен ман пек пророка суйласа лартӗ, сирӗн вӑл мӗн каланине пӗтӗмпех итлемелле. 23 Ҫав Пророка итлемен кирек хӑш ҫын та тӗп пулӗ“. 24 Пророксем пурте — Самуил та, ун хыҫҫӑнхи пророксем те — ҫак кунсем ҫинчен уҫҫӑн пӗлтернӗ. 25 Эсир — пророксен ывӑлӗсем тата Турӑ хӑвӑрӑн мӑн аслаҫӑрсемпе тунӑ килӗшӗвӗн ывӑлӗсем. Ҫав килӗшӗве тунӑ чухне вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн тӑхӑму урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ“. 26 Сире пиллес тесе тата кашнине хӑйӗн усал ӗҫӗсене хӑварма пулӑшас тесе, Турӑ хӑйӗн Ӗҫлекенне суйласа лартса ӑна чи малтан сирӗн пата янӑ».
4 Пётрпа Иоанн халӑхпа калаҫса тӑнӑ чухне вӗсем патне священниксем, храмӑн пуҫлӑхӗ тата саддукейсем пынӑ. 2 Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен уҫҫӑн калани питӗ тарӑхтарнӑ. 3 Ҫавӑнпа та вӗсем Пётрпа Иоана арестленӗ те тепӗр кунччен хурал аллине панӑ, мӗншӗн тесен каҫ пулса ҫитнӗ пулнӑ. 4 Ҫапах та вӗсене итлекенсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, ӗненекенсен* шучӗ 5 000-е яхӑн пулса тӑнӑ.
5 Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсем, старейшинӑсем тата закон вӗрентӳҫисем пӗрле пухӑннӑ. 6 Унта аслӑ священник Анна, Каиа́фа, Иоанн, Александр тата аслӑ священникӑн пур тӑванӗ те пынӑ. 7 Вӗсем Пётрпа Иоана хӑйсен умне тӑратнӑ та: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа, кам ячӗпе турӑр?» — тесе ыйтнӑ. 8 Пётр, святой сывлӑшпа тулса, вӗсене каланӑ:
«Халӑх пуҫлӑхӗсем тата старейшинӑсем! 9 Паян пире уксах ҫын валли тунӑ ырӑ ӗҫ пирки ыйтса тӗпчеҫҫӗ пулсан тата эсир ӑна кам сыватнине пӗлесшӗн пулсан, 10 эсир те, пӗтӗм Израиль халӑхӗ те ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫак ҫынна Назаре́т Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ. Эсир ӑна юпа ҫине пӑталаса вӗлертӗр, анчах Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ. Ӑна пула ҫак ҫын сирӗн умра сывӑ тӑрать. 11 Ҫав Иисус — „эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул; вӑл кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ“. 12 Пире унсӑр пуҫне никам та ҫӑлас ҫук, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче ҫынсем хушшинче пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук».
13 Вӗсем Пётрпа Иоанӑн хӑюлӑхне* курсан тата вӗсем вӗренмен*, ахаль ҫынсем пулнине асӑрхасан питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем пулнине ӑнланса илнӗ. 14 Анчах та Пётрпа Иоанн ҫумӗнче тӑракан сывалнӑ ҫынна курнӑран вӗсем хирӗҫ нимӗн те калайман. 15 Вара вӗсем ҫав арҫынсене Синедрио́н залӗнчен тухма хушса хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ: 16 «Ку ҫынсемпе мӗн тумалла-ши? Вӗсем чӑнах та тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ вӗт. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫавна пӗлеҫҫӗ, эпир ҫакӑ пулман теме пултараймастпӑр. 17 Ҫакӑн ҫинчен халӑхра сӑмах малалла ан сарӑлтӑр тесе вӗсене хӑратар та ҫав ҫыннӑн ячӗпе урӑх никампа та ан калаҫӑр тесе хушар».
18 Вӗсем апостолсене чӗнсе илнӗ те Иисус ячӗпе нимӗн калама та, вӗрентме те хушман. 19 Анчах Пётрпа Иоанн вӗсене каланӑ: «Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, Турра итлес вырӑнне сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? 20 Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр». 21 Вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе старейшинӑсем наказани пама сӑлтав тупаймасӑр вӗсене тепӗр хут хӑратнӑ та кӑларса янӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем халӑхран та хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем пурте пулса иртнишӗн Турра мухтанӑ. 22 (Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫын 40 ҫултан иртнӗскер пулнӑ.)
23 Хӑйсене кӑларса ярсан, Пётрпа Иоанн ытти вӗренекенсем патне кайнӑ та хӑйсене аслӑ священниксемпе старейшинӑсем мӗн каланине каласа панӑ. 24 Ҫавна илтсен, вӗсем пурте пӗрле Турра кӗлтума пуҫланӑ:
«Аслӑ Ҫӳлхуҫа, эсӗ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те, вӗсенче мӗн пуррине те тунӑ. 25 Тата эсӗ святой сывлӑш урлӑ пирӗн мӑн асаттене Давида, хӑвӑн ӗҫлекенне, ҫапла калаттарнӑ: „Мӗншӗн халӑхсем пӑлханаҫҫӗ-ши? Мӗншӗн ҫынсем ним усӑсӑр ӗҫ тума шутлаҫҫӗ-ши? 26 Ҫӗр ҫинчи патшасем Иеговӑна* хирӗҫ тата вӑл суйласа илнӗскере* хирӗҫ тӑчӗҫ, пуҫлӑхсем те пӗрлешсе вӗсене хирӗҫ кайрӗҫ“. 27 Иродпа По́нтий Пила́т, Израиль ҫыннисемпе тата урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрлешсе, эсӗ суйласа илнӗ сӑваплӑ ӗҫлекене, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ, 28 эсӗ хӑвӑн вӑюпа* тата хӑвӑн ирӗкӳпе малтанах палӑртса хунине турӗҫ. 29 Иегова*, вӗсем пире хӑратнине курсам тата пире, хӑвӑн чурусене, хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсам. 30 Санӑн аллу малалла та сываттӑр, тата санӑн сӑваплӑ ӗҫлекенӳ, Иисус, ячӗпе паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем малалла та пулччӑр».
31 Хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн, вӗсем пуҫтарӑннӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ та, пурин ҫине те святой сывлӑш аннӑ, вара вӗсем Турӑ сӑмахне хӑюллӑн калама пуҫланӑ.
32 Ӗненекенсем нумаййӑн пулнӑ, вӗсем пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн пурлӑхӗ пирки манӑн темен, вӗсем хӑйсен мӗн пуррине пӗрле пайланӑ. 33 Апостолсем Иисус Ҫӳлхуҫа чӗрӗлсе тӑни ҫинчен питӗ хӑватлӑн* пӗлтернӗ. Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса вӗсене нумай пилленӗ. 34 Вӗсем хушшинче никам та ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем е кил-ҫурт пуррисем вӗсене сутса укҫине 35 апостолсене илсе пырса панӑ. Ҫав укҫаран кашнине мӗн кирлине кура валеҫсе тӑнӑ. 36 Иосиф левит та, Кипрта ҫуралнӑскер, ҫапла тунӑ (апостолсем ӑна Варна́ва тесе те чӗннӗ, ку «йӑпату ывӑлӗ» тесе куҫарӑнать). 37 Вӑл хӑйӗн ҫӗрне сутнӑ та укҫине апостолсене илсе пырса панӑ.
5 Ана́ния ятлӑ пӗр ҫын та хӑйӗн Сапфи́ра арӑмӗпе пӗрле хӑйсен ҫӗрне сутнӑ. 2 Вӑл укҫан пӗр пайне апостолсене илсе пырса панӑ, тепӗр пайне пытарса хӑварнӑ. Ҫавна пытарса хӑварни ҫинчен унӑн арӑмӗ те пӗлнӗ. 3 Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Ана́ния, эсӗ хиршӗн илнӗ укҫан пӗр пайне пытарса хӑварса святой сывлӑша суйрӑн. Мӗншӗн эсӗ Шуйттана ҫак шухӑша хӑвӑн ӑшна кӗртме ирӗк патӑн? 4 Сутиччен санӑн ҫӗрӳ хӑвӑнах пулман-и вара? Сутса тунӑ укҫупа хӑв пӗлнӗ пек усӑ курма санӑн ирӗк ҫукчӗ-им? Мӗншӗн эсӗ ҫакӑн пек усал ӗҫе тума шутларӑн? Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн». 5 Ҫак сӑмахсене илтсен Ана́ния ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ҫакӑн ҫинчен илтнисем пурте хӑраса ӳкнӗ. 6 Унтан ҫамрӑксем пынӑ та ӑна пирпе чӗркесе илсе кайса пытарнӑ.
7 Пӗр виҫӗ сехетрен унӑн арӑмӗ килнӗ. Вӑл мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлмен. 8 Пётр унран ыйтнӑ: «Кала-ха мана, эсир хӑвӑр хире ҫав хакпа сутрӑр-и?» — «Ҫапла, ҫав хакпа», — тенӗ вӑл. 9 Вара Пётр ӑна каланӑ: «Мӗншӗн-ха эсир иксӗр Иеговӑн* сывлӑшне тӗрӗслесе пӑхма калаҫса татӑлтӑр? Авӑ алӑк хыҫӗнче упӑшкуна пытарса килекенсем утни илтӗнет, вӗсем сана та йӑтса тухӗҫ». 10 Ҫав вӑхӑтрах вӑл Пётрӑн ури умне ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ҫамрӑксем кӗрсен, вӑл вилнине курса, ӑна йӑтса тухнӑ та упӑшки ҫумнех пытарнӑ. 11 Вара Иерусалимри вӗренекенсем тата ҫакӑн ҫинчен илтнӗ ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ.
12 Апостолсем халӑх хушшинче нумай паллӑ кӑтартнӑ тата нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӗсем пурте пӗрле Соломон колоннадинче пуҫтарӑннӑ. 13 Ыттисем вӗсемпе хутшӑнма хӑяйман, ҫапах та ҫынсем вӗсем пирки ырласа калаҫнӑ. 14 Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен шучӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те нумаййӑн хушӑннӑ. 15 Иртсе пыракан Пётрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене тӗп урамсене илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ. 16 Ҫавӑн пекех Иерусалима таврари хуласенчен халӑх пырсах тӑнӑ. Вӗсем усал сывлӑшсем асаплантаракансене тата чирлисене илсе пынӑ, вара пурте сывалнӑ.
17 Чи аслӑ священник тата ун майлӑ тӑракан саддукейсем*, кӗвӗҫнипе, 18 апостолсене ярса тытса хула тӗрмине хуптарнӑ. 19 Анчах та Иеговӑн* ангелӗ ҫӗрле тӗрмен алӑкӗсене уҫнӑ та, апостолсене илсе тухса, ҫапла каланӑ: 20 «Храма кайӑр та малалла та халӑха пулас пурнӑҫ ҫинчен калӑр». 21 Хӑйсене каланӑ пекех, вӗсем хӗвел тухсанах храма пынӑ та вӗрентме пуҫланӑ.
Чи аслӑ священникпа ун майлисем пӗрле пуҫтарӑннӑ та Синедрио́н ҫыннисене тата Израиль старейшинисене чӗнсе илнӗ, унтан хуралҫӑсене тӗрмене ярса апостолсене илсе килме хушнӑ. 22 Анчах хуралҫӑсем тӗрмене пырсан унта апостолсем ҫуккине курнӑ, вара вӗсем каялла таврӑннӑ та 23 ҫапла каланӑ: «Эпир пырсан, тӗрмене тӗплӗн питӗрнине тата алӑкӗсем умӗнче хурал тӑнине куртӑмӑр. Анчах алӑкӗсене уҫсан эпир шалта никама та курмарӑмӑр». 24 Ҫак сӑмахсене илтсен храмӑн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священниксем ним шутлама пӗлмесӗр аптрасах ӳкнӗ. 25 Пӗр ҫын пынӑ та вӗсене: «Эсир тӗрмене лартнӑ ҫынсем храмра халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ. 26 Вара храмӑн пуҫлӑхӗпе хуралҫӑсем кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗрех илсе килнӗ, мӗншӗн тесен халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ.
27 Апостолсене илсе килнӗ те Синедрио́н умне тӑратнӑ. Чи аслӑ священник вӗсене ыйтса тӗпчесе 28 ҫапла каланӑ: «Эпир сире ҫав ҫын ячӗпе вӗрентсе ҫӳреме хытарсах чартӑмӑр. Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр тата ҫав ҫын юнӗшӗн пире айӑплас тетӗр». 29 Вара Пётрпа ытти апостолсем ҫапла каланӑ: «Пирӗн ҫынсене мар, Турра пӑхӑнса тӑмалла*. 30 Пирӗн мӑн асаттесен Турри Иисуса, эсир юпа* ҫине пӑталаса* вӗлернӗскере, чӗртсе тӑратрӗ. 31 Израиль ҫыннисем ӳкӗнччӗр тесе тата вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе, Турӑ Иисуса хӑйӗн сылтӑм енне лартса асла кӑларчӗ, ӑна Пуҫлӑх тата Ҫӑлакан турӗ. 32 Ҫакна эпир хамӑрах куртӑмӑр, тата ҫакна Турӑ хӑйне пӑхӑнса тӑракансене* панӑ святой сывлӑш та ҫирӗплетсе парать».
33 Ҫакна илтсен вӗсем урсах кайнӑ, апостолсене вӗлересшӗн те пулнӑ. 34 Синедрионра закона вӗрентекен Гамалии́л ятлӑ фарисей пулнӑ, ӑна пӗтӗм халӑх хисепленӗ. Вӑл тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха илсе тухма хушнӑ. 35 Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Израиль ҫыннисем, ҫак ҫынсемпе мӗн те пулин тӑвиччен лайӑх шутласа пӑхӑр. 36 Нумаях та пулмасть Фе́вда ятлӑ пӗр ҫын пурччӗ, вӑл хӑйне темле аслӑ ҫын вырӑнне хурса ҫӳретчӗ, 400-е яхӑн ҫын ун майлӑ тӑчӗ. Анчах та ӑна вӗлерчӗҫ, вара ун хыҫҫӑн ҫӳрекенсем пурте саланса пӗтрӗҫ те ҫухалчӗҫ. 37 Ун хыҫҫӑн, халӑх йышне шута илнӗ вӑхӑтра, Галиле́я ҫынни Иуда пӑлхав ҫӗклерӗ, хӑшӗ-пӗрисене хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Вӑл та вилчӗ, вара ун хыҫҫӑн пыракансем пурте саланса пӗтрӗҫ. 38 Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫак ҫынсене ан тивӗр, ярӑр вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем тытнӑ шухӑш е ӗҫ ҫынсенчен пулсан — вӑл пӗтӗ, 39 Турӑран пулсан — эсир ӑна пӗтереймӗр. Астӑвӑр, сирӗн Турра хирӗҫ кӗрешекенсем пулса тӑмалла ан пултӑрччӗ». 40 Вӗсем Гамалии́л панӑ канаша итленӗ, вара апостолсене чӗнсе илсе вӗсене хӗнеттернӗ те Иисус ячӗпе калама чарса вӗсене кӑларса янӑ.
41 Апостолсем вара Иисус ячӗшӗн хур курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн Синедрионран савӑнса тухса кайнӑ. 42 Вӗсем кашни кун храмра та, килтен киле ҫӳресе те пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнӗ тата Иисус вӑл Христос тесе ырӑ хыпар пӗлтернӗ.
6 Вӗренекенсен шучӗ ӳссех пынӑ. Ҫав кунсенче грекла калаҫакан вӗренекенсем еврейла калаҫакан вӗренекенсене ӳпкелеме пуҫланӑ, мӗншӗн тесен кулленхи апат-ҫимӗҫе валеҫнӗ чухне грекла калаҫакан тӑлӑх арӑмсене вӗсен пайне паман. 2 Вара вуниккӗшӗ мӗнпур вӗренекене пуҫтарнӑ та каланӑ: «Эпир Турӑ сӑмахне вӗрентме пӑрахса апат валеҫме пуҫлатпӑр пулсан, ку тӗрӗс мар пулать. 3 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанӑҫа тивӗҫлӗ, святой сывлӑшпа тулнӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫичӗ арҫынна суйласа илӗр. Ҫак ӗҫе тума вӗсене шанса парӑпӑр. 4 Эпир вара хамӑрӑн вӑхӑта кӗлтума тата ыттисене Турӑ сӑмахне вӗрентме уйӑрӑпӑр». 5 Вӗсем мӗн сӗнни пурне те килӗшнӗ. Вара вӗсем хытӑ ӗненекен, святой сывлӑшпа тулнӑ Стефана, ҫавӑн пекех Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена тата Николая, Антиохири прозелита*, суйласа илнӗ. 6 Вӗсене апостолсем патне илсе пынӑ, вара апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине ал хунӑ.
7 Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ, Иерусалимра ӗненекенсен шучӗ ӳссех пынӑ, священниксем те нумайӑшӗ ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
8 Стефа́н ҫынсем хушшинче тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ тата паллӑсем кӑтартнӑ, Турӑ ӑна ырланӑ тата вӑй панӑ. 9 Анчах та Ирӗке тухнисен синагоги текен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсем, ҫавӑн пекех Киренӑра, Александрийӑра, Киликийӑра тата Азире* пурӑнакан ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма пуҫланӑ. 10 Анчах вӗсем Стефана ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен вӑл ӑслӑлӑхпа тата святой сывлӑш пулӑшнипе калаҫнӑ. 11 Вара вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене: «Вӑл Моисея тата Турра хурланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр», — тесе калама ӳкӗте кӗртнӗ. 12 Вӗсем халӑха, старейшинӑсене тата закон вӗрентӳҫисене Стефана хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ, вара ӑна ярса тытнӑ та Синедриона илсе кайнӑ. 13 Вӗсем унта суйса каласа кӑтартакансене илсе пынӑ, вара лешсем каланӑ: «Ҫак ҫын пӗрмаях Туррӑн храмне тата закона хурласа калаҫать. 14 Эпир, сӑмахран, вӑл Назаре́т Иисусӗ ҫак храма аркатӗ тата Моисей панӑ йӑла-йӗркесене улӑштарӗ тесе каланине илтрӗмӗр».
15 Стефа́н ҫине пӑхнӑ чухне Синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пекех лӑпкӑ пулни курӑннӑ.
7 Чи аслӑ священник унран ыйтнӑ: «Ку чӑнах та ҫапла-и?» 2 Стефа́н каланӑ: «Тӑвансем тата аттесем, итлӗр-ха. Пирӗн мӑн асатте Авраа́м Харранра пурӑнма пуҫличчен ӑна Месопотамире мухтав Турри курӑннӑ та 3 каланӑ: „Хӑвӑн ҫӗрӳнтен тухса, тӑванусене хӑварса эпӗ кӑтартас ҫӗре кай“. 4 Вара Авраа́м халдейсен ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ та Харранра вырнаҫнӑ. Унӑн ашшӗ вилсен, Турӑ ӑна эсир халӗ пурӑнакан ҫӗре куҫарнӑ. 5 Ун чухне Турӑ ӑна ура лаппи пусмалӑх та еткер ҫӗр паман. Анчах та Авраа́мӑн ачи-пӑчи пулман чухнех Турӑ ҫак ҫӗре ӑна тата унӑн тӑхӑмне парӑп тесе сӑмах панӑ. 6 Турӑ Авраама санӑн тӑхӑму ют ҫӗршывра пурӑнӗ, вӗсене чура туса 400 ҫул хӗсӗрлӗҫ тенӗ. 7 „Анчах та вӗсене чура туса пурӑнакан халӑха эпӗ суд тӑвӑп, — тенӗ Турӑ. — Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак ҫӗрте маншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ“.
8 Тата Турӑ Авраама ӳт кастарма хушса унпа килӗшӳ тунӑ. Авраа́мӑн Исаа́к ҫуралсан, вӑл саккӑрмӗш кунне унӑн ӳтне каснӑ. Исаакӑн Иаков ҫуралнӑ, Иаковӑн 12 ывӑл ҫуралнӑ*, вӗсем вара йӑхсен пуҫӗсем пулса тӑнӑ. 9 Иосифӑн пиччӗшӗсем, кӗвӗҫнӗрен, ӑна Египета сутса янӑ. Анчах та Турӑ унпа пӗрле пулнӑ, 10 вӑл ӑна пур инкекрен те хӑтарнӑ. Турӑ ӑна ӑслӑлӑх панӑ тата Египет патшин, фараонӑн, кӑмӑлне ун енне ҫавӑрнӑ. Лешӗ вара ӑна Египетӑн пуҫлӑхӗ тата хӑйӗн пӗтӗм килне пӑхса тӑракан тунӑ. 11 Пӗтӗм Египета тата Ханаа́н ҫӗрне пысӑк инкек ҫитнӗ — выҫлӑх пуҫланнӑ, ҫавӑнпа пирӗн мӑн асаттесен ҫимелли пулман. 12 Иаков Египетра тырӑ пуррине илтнӗ, вара пирӗн мӑн асаттесене унта янӑ. 13 Иосифӑн пӗртӑванӗсем унта тепӗр хут кайсан, Иосиф вӗсене хӑй кам иккенне каланӑ, вара фараон та Иосифӑн ҫемйи ҫинчен пӗлнӗ. 14 Унтан Иосиф Египета хӑйӗн ашшӗне, Иакова, тата хурӑнташӗсене чӗннӗ — пурӗ 75 ҫын. 15 Иаков Египета пурӑнма куҫнӑ. Вӑл хӑй те, пирӗн мӑн асаттесем те ҫавӑнтах вилнӗ. 16 Вӗсен шӑммисене Сихема куҫарса тупӑклӑха хунӑ. Ҫав тупӑклӑха Авраа́м Еммо́р ывӑлӗсенчен кӗмӗл укҫапа илнӗ пулнӑ.
17 Турӑ Авраама панӑ сӑмах пурнӑҫланас вӑхӑт ҫывхарса пынӑ. Израиль халӑхӗ Египетра вӑйлӑлансах, йышлӑлансах пынӑ. 18 Вӑхӑт иртсен, Египетра урӑх фараон патшана ларнӑ, вӑл Иосифа пӗлмен. 19 Вӑл пирӗн халӑхпа чеен хӑтланнӑ тата пирӗн аттесене хӑйсен анчахрах ҫуралнӑ ачисене, вӗсем чӗрӗ ан юлччӑр тесе, пӑрахма хушнӑ. 20 Ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ. Вӑл тӗлӗнмелле хитре* пулнӑ. Ӑна ашшӗн килӗнче виҫӗ уйӑх хушши пӑхса ӳстернӗ. 21 Анчах ӑна пӑрахма тивнӗ, фараон хӗрӗ вара ӑна тупнӑ та хӑйӗн ывӑлӗ пек пӑхса ӳстернӗ. 22 Моисея Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ, вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.
23 Хӗрӗх ҫула ҫитсен вӑл хӑйӗн тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, мӗнле пурӑннине кайса курма шут тытнӑ. 24 Моисей, хӑйӗн тӑванне Египет ҫынни пусмӑрланине курсан, тӑванӗ хутне кӗнӗ те ҫав Египет ҫыннине вӗлерсе уншӑн тавӑрнӑ. 25 Вӑл хӑйӗн урлӑ Турӑ вӗсене ҫӑласшӑн пулнине тӑванӗсем ӑнланӗҫ тесе шухӑшланӑ, анчах та вӗсем ҫавна ӑнланман. 26 Тепӗр кунне вӑл вӗсем патне пынӑ та вӗсенчен иккӗшӗ ҫапӑҫнине курнӑ. Вӑл вӗсене мирлештерме тӑрӑшса: „Эсир тӑвансем-ҫке, — тенӗ. — Мӗншӗн эсир пӗр-пӗрне кӳрентеретӗр?“ 27 Анчах та вӗсенчен пӗри, тӑванӗпе хӑйне тӗрӗс мар тытаканни, Моисея тӗртсе ярса ӑна каланӑ: „Сана пирӗн пуҫлӑх тата пирӗн судья пулма кам лартрӗ? 28 Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, эсӗ мана та вӗлересшӗн мар-и?“ 29 Ҫакна илтсен Моисей Мадиа́н ҫӗрне тухса тарнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнта унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ.
30 Хӗрӗх ҫул иртсен, Сина́й тӑвӗ ҫумӗнчи пушхирте ӑна ҫунса тӑракан йӗплӗ тӗмӗ ҫулӑмӗ ӑшӗнчен ангел курӑннӑ. 31 Ҫакна курсан Моисей питӗ тӗлӗннӗ. Вӑл лайӑхрах курас тесе патнерех пырсан вара, Иеговӑн* сасси илтӗннӗ: 32 „Эпӗ санӑн мӑн аслаҫусен Турри, Авраа́мӑн, Исаакӑн, Иаковӑн Турри“. Моисей, чӗтреме ернӗскер, тӗмӗ ҫине пӑхма та хӑяйман. 33 Иегова* ӑна каланӑ: „Урунти сандалисене хыв, мӗншӗн тесен эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34 Эпӗ хамӑн халӑха Египетра пусмӑрланине куртӑм, вӑл йынӑшнине илтрӗм, ӑна ҫӑлма антӑм. Ҫавӑнпа эпӗ сана Египета яратӑп“. 35 Турӑ шӑпах ҫав Моисея, вӗсем: „Сана пуҫлӑх тата судья пулма кам лартрӗ?“ — тесе каланипе йышӑнманскере, ҫунакан тӗмӗ ӑшӗнчен курӑннӑ ангел урлӑ пуҫлӑх пек тата хӑтаракан пек янӑ. 36 Ҫав ҫын Египетра, Хӗрлӗ тинӗс патӗнче, кайран вара 40 ҫул хушши пушхирте тӗлӗнмелле ӗҫсем туса тата паллӑсем кӑтартса вӗсене илсе тухнӑ.
37 Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Турӑ сире валли хӑвӑрӑн тӑвансем хушшинчен ман пек пророка суйласа лартӗ“. 38 Шӑпах вӑл Израиль халӑхӗпе, пирӗн мӑн асаттесемпе, пушхирте пулнӑ. Шӑпах унпа ангел Сина́й тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ, тата шӑпах вӑл, пире пӗлтермешкӗн, Турӑран чӗрӗ* сӑмахсем илнӗ. 39 Пирӗн мӑн асаттесем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ тата Египета каялла таврӑнасшӑн пулнӑ. 40 Вӗсем Аарона каланӑ: „Хамӑра ертсе пымашкӑн турӑсем туса пар пире, мӗншӗн тесен ҫак Моисейпа, пире Египетран илсе тухнӑскерпе, мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр“. 41 Ҫав кунсенче вӗсем пӑру кӗлеткине тунӑ, ҫав йӗрӗхе парне кӳрсе хӑйсен алли тунӑскер умӗнче савӑннӑ. 42 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсенчен пӑрӑннӑ, вӗсене тӳпери ҫара пуҫҫапма чарман. Ҫакӑн ҫинчен пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Израиль ҫыннисем, пушхирте 40 ҫул хушши эсир мана парне кӳрсе тӑтӑр-и? 43 Эсир хӑвӑрпа пӗрле Моло́х чатӑрӗпе Ремфа́н туррӑн ҫӑлтӑрне — хӑвӑр валли пуҫҫапма тунӑ йӗрӗхсене — йӑтса ҫӳрерӗр. Ҫавӑнпа эпӗ сире Вавилонран та аяккарах куҫарса ярӑп“.
44 Пирӗн мӑн асаттесен пушхирте килӗшӳ чатӑрӗ* пулнӑ. Ҫав чатӑра Турӑ Моисея хушнӑ пек тунӑ, вӑл мӗнле пулмаллине Турӑ Моисея кӑтартнӑ пулнӑ. 45 Пирӗн мӑн асаттесен ачисем ҫав чатӑра еткерлӗхе илнӗ. Вӗсем ӑна, Турӑ хӑйсенчен хӑваласа янӑ халӑхсем пурӑннӑ ҫӗре Иисус Навинпа кӗнӗ чухне, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ. Вӑл унта Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех пулнӑ. 46 Давид, Туррӑн кӑмӑлне кайнӑскер, Иаков Турринчен хӑйне чыс тума — ун валли ҫурт туса лартма — ыйтнӑ. 47 Ҫапах та ҫав ҫурта Соломон туса лартнӑ. 48 Анчах Ҫӳлти Турӑ ҫынсем тунӑ ҫуртсенче пурӑнмасть. Пророк та ҫапла калать: 49 „Тӳпе — манӑн престол, ҫӗр — манӑн ура саккийӗ. Эсир ман валли мӗнле ҫурт туса лартӑр-ши? — тет Иегова*. — Манӑн пурӑнмалли вырӑн ӑҫта пулӗ-ши? 50 Ҫаксене пурне те эпӗ хамӑн алӑпа туман-и-ха?“
51 Кутӑн ҫынсем! Сирӗн чӗресем те хытӑ, хӑлхасем те хупӑ.* Эсир ялан святой сывлӑша хирӗҫ пыратӑр. Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем мӗн тунӑ, эсир те ҫавнах тӑватӑр. 52 Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗскер килесси ҫинчен малтанах калакансене вӗсем вӗлернӗ. Ҫав Тӳрӗскере эсир сутрӑр тата вӗлертӗр. 53 Эсир ангелсем урлӑ панӑ закона илтӗр, анчах ӑна тытса тӑмарӑр».
54 Ҫакна илтсен, вӗсем урса кайнипе шӑлӗсене шатӑртаттарма пуҫланӑ. 55 Стефа́н вара святой сывлӑшпа тулса тӳпенелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ, 56 вара каланӑ: «Эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп». 57 Анчах вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине тапӑннӑ. 58 Унтан ӑна хула тулашне илсе тухса чулпа пеме пуҫланӑ. Стефан пирки суйса каласа кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑкӑн ури умне хунӑ. 59 Стефан, хӑйне чулпа пенӗ вӑхӑтра, йӑлӑнса каланӑ: «Иисус, Ҫӳлхуҫам, хамӑн сывлӑшӑма сан аллуна паратӑп». 60 Унтан, чӗркуҫленсе ларса, хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Иегова*, ҫак ҫылӑхшӑн вӗсене ан айӑпла!» Ҫакна каланӑ та — вилсе кайнӑ*.
8 Стефана вӗлернине Савл ырланӑ.
Ҫав кунран пуҫласа Иерусалимри пухӑва хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Сама́ри тӑрӑх саланса пӗтнӗ. 2 Стефана вара Турӑран хӑракан ҫынсем пытарнӑ, вӗсем уншӑн питӗ хытӑ хуйхӑрса йӗнӗ. 3 Савл ӗнтӗ пухӑва пӗтерме тӑрӑшнӑ. Килтен киле ҫӳресе вӑл арҫынсене те, хӗрарӑмсене те сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ.
4 Вӗренекенсем тӗрлӗ ҫӗрсене саланса ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. 5 Филипп Сама́ри хулине* ҫитнӗ те унта Христос ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме пуҫланӑ. 6 Халӑх, Филипа итлесе тата вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курса, вӑл мӗн каланине питӗ тимленӗ. 7 Нумай ҫын ӑшӗнчен, хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра, вӗсене ярса илнӗ усал сывлӑшсем тухнӑ. Унсӑр пуҫне, паралич ҫапнӑ ҫынсем те, уксах ҫынсем те нумайӑшӗ сывалнӑ. 8 Ҫав хулари халӑх хытӑ савӑннӑ.
9 Самарире Си́мон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Вӑл асамлӑ ӗҫсем туса хулари ҫынсене тӗлӗнтернӗ тата хӑй пирки аслӑ ҫын тенӗ. 10 Пурте — ахаль ҫынсем те, ятлӑ-сумлисем те — ӑна итленӗ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Ку ҫынра Туррӑн пысӑк хӑвачӗ пур». 11 Вӑл мӗн каланине вӗсем тимленӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн асамлӑ ӗҫӗсемпе вӗсене нумай вӑхӑт хушши тӗлӗнтерсе пурӑннӑ. 12 Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата Иисус Христос ячӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтернӗ Филипа ӗненсен, вӗсем — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — шыва кӗнӗ. 13 Си́мон та ӗненнӗ те шыва кӗнӗ. Вӑл Филипп ҫумӗнчен кайма пӗлмен. Филипп кӑтартнӑ паллӑсене тата вӑл тунӑ хӑватлӑ ӗҫсене курса Си́мон хытӑ тӗлӗннӗ.
14 Самарири ҫынсем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсен, Иерусалимра пулнӑ апостолсем вӗсем патне Пётрпа Иоана янӑ. 15 Лешсем пынӑ та, Сама́ри ҫыннисем святой сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ. 16 Мӗншӗн тесен вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе шыва кӗртнӗ пулнӑ, анчах та вӗсем ҫине святой сывлӑш анман пулнӑ-ха. 17 Пётрпа Иоанн вӗсем ҫине ал хурсан вара, вӗсем святой сывлӑш илнӗ.
18 Си́мон, апостолсем ал хунипе ҫынсем ҫине святой сывлӑш аннине курсан, апостолсене укҫа сӗнсе 19 каланӑ: «Ҫак хӑвата мана та парӑр-ха. Эпӗ алӑ хунипе те ҫынсем святой сывлӑш илме пултарччӑр». 20 Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Санӑн укҫу* хӑвпа пӗрлех пӗттӗр! Эсӗ Турӑ паракан парнене укҫалла илме пулать тесе шутлатӑн-и? 21 Эсӗ ҫак ӗҫе хутшӑнма пултараймастӑн, мӗншӗн тесен Турӑ санӑн чӗрӳ чее пулнине курать. 22 Ҫавӑнпа ӳкӗн те Иеговӑна* йӑлӑн, вара, тен, вӑл сана усал шухӑшусемшӗн каҫарӗ. 23 Эсӗ йӳҫӗ наркӑмӑш* тата ҫылӑх чури пулнине эпӗ курсах тӑратӑп». 24 Вара Си́мон вӗсене каланӑ: «Иеговӑна* маншӑн кӗлтусамӑр: эсир калани манпа ан пултӑрччӗ».
25 Вӗсем унта Иеговӑн* сӑмахне пӗлтерсе тухсан Иерусалима каялла кайнӑ, ҫула май Самарири чылай ялта ырӑ хыпар пӗлтернӗ.
26 Филипа вара Иеговӑн* ангелӗ каланӑ: «Иерусалимран Газӑна анакан ҫул ҫине тух та кӑнтӑр еннелле кай». (Ку вӑл пушхирти ҫул.) 27 Филипп ҫапла тунӑ та. Унта вӑл хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан* пӗр Эфиопи ҫыннине курнӑ, вӑл канда́кин* — Эфиопи хӗрарӑм патшин — пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ* пулнӑ. Вӑл Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑ пулнӑ. 28 Хӑйӗн урапи ҫинче ларса килне таврӑннӑ чухне вӑл Иса́ия пророк кӗнекине сасӑпа вуласа пынӑ. 29 Сывлӑш Филипа: «Ҫак урапана хуса ҫит», — тенӗ. 30 Филипп урапа патне чупса ҫитнӗ те, Эфиопи ҫынни Иса́ия пророк кӗнекине вуланине илтсен, унран: «Хӑв мӗн вуланине ӑнланатӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. 31 Лешӗ: «Никам та ӑнлантарса памасан, манӑн мӗнле ӑнланас?» — тенӗ те Филипа урапа ҫине хӑпарса хӑйпе юнашар ларма ыйтнӑ. 32 Вӑл Ҫырури ҫак вырӑна вуланӑ: «Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Путек хӑйӗн ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр пулнӑ пек, вӑл нимӗн те шарламан. 33 Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӗрӗс мар суд тунӑ. Унӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен кам каласа парӗ? Унӑн пурнӑҫӗ ҫӗр ҫинче татӑлнӑ ӗнтӗ».
34 Хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ* Филипа каланӑ: «Тархасшӑн, кала-ха, пророк ҫакӑнта кам ҫинчен калать: хӑй ҫинчен-и е урӑх ҫын ҫинчен?» 35 Филипп ӑна, ҫак пророкла каланинчен пуҫласа, Иисус ҫинчен ырӑ хыпар калама тытӑннӑ. 36 Ҫапла малалла кайса вӗсем шыв хӗррине ҫитнӗ. Вара хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан каланӑ: «Акӑ шыв, шыва кӗме мана мӗн чарать?» 37 ——* 38 Вӑл урапине чарма хушнӑ та, вара вӗсем иккӗшӗ — вӑл хӑй те, Филипп та — шыва кӗрсе тӑнӑ, унтан Филипп ӑна шыва кӗртнӗ. 39 Вӗсем шывран тухсан, Иеговӑн* сывлӑшӗ Филипа тӳрех унтан илсе кайнӑ. Хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ӑна урӑх курман, вӑл савӑнса хӑй ҫулӗпе малалла кайнӑ. 40 Филипп вара Азота ҫитнӗ. Кесарие ҫитичченех вӑл пур хулара та ырӑ хыпар пӗлтерсе пынӑ.
9 Савл вара Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗсене вӗлерме те хатӗр пулнипе чи аслӑ священник патне кайнӑ та 2 унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе* пыракансене пурне те — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те — арестлесе* Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ.
3 Ҫул ҫинче, Савл Дамаска ҫывхарса пынӑ чухне, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. 4 Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн?» — текен сасӑ илтӗннӗ. 5 Савл унран: «Хуҫам, кам эсӗ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ ӑна каланӑ: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. 6 Тӑр та хулана кай. Унта сана мӗн тумаллине калӗҫ». 7 Савлпа пӗрле пыракансем хытӑ тӗлӗннипе ним чӗнейми тӑнӑ: вӗсем сасӑ илтнӗ, анчах никама та курман. 8 Савл ура ҫине тӑнӑ. Унӑн куҫӗсем уҫӑ пулнӑ пулин те, вӑл нимӗн те курман, ҫавӑнпа ӑна аллинчен ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитернӗ. 9 Виҫӗ кун хушши вӑл нимӗн те курман, ҫимен те, ӗҫмен те.
10 Дамаскра Ана́ния ятлӑ вӗренекен пурӑннӑ. Ҫӳлхуҫа курӑнура ӑна: «Ана́ния!» — тесе чӗннӗ. Лешӗ: «Итлетӗп сана, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ. 11 Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Тӳрӗ текен урама кай та Иудӑн килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. Вӑл халӗ кӗлтӑвать. 12 Курӑнура вӑл хӑйӗн патне Ана́ния ятлӑ ҫын пынине, хӑйне каллех куракан тумашкӑн хӑйӗн ҫине ҫав ҫын ал хунине курчӗ». 13 Анчах та Ана́ния каланӑ: «Ҫӳлхуҫам, эпӗ ҫак ҫын ҫинчен, вӑл Иерусалимра санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтрӗм. 14 Аслӑ священниксем ӑна сана ятран чӗнсе ыйтакансене пурне те кунта та арестлеме* ирӗк панӑ». 15 Анчах Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Кай, мӗншӗн тесен вӑл — эпӗ суйласа илнӗ ҫын*. Ӑна эпӗ халӑхсене, патшасене тата Израиль ҫыннисене хамӑн ят ҫинчен пӗлтерме суйласа илтӗм. 16 Эпӗ ӑна ман ятшӑн унӑн мӗн чухлӗ асап курмаллине кӑтартӑп».
17 Ана́ния кайнӑ та, ҫав киле кӗрсе, Савл ҫине ал хурса каланӑ: «Савл, тӑванӑм, эсӗ кунта килнӗ чухне хӑвна курӑннӑ Иисус Ҫӳлхуҫа, сана каллех куракан тӑвас тесе тата санӑн святой сывлӑш илмелле пултӑр тесе, мана сан пата ячӗ». 18 Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскер пулӑ хуппи пекки хӑйпӑнса ӳкнӗ те, вӑл каллех куракан пулса тӑнӑ. Вӑл шыва кӗнӗ. 19 Унтан вӑл апат ҫинӗ, вара ӑна вӑй кӗнӗ.
Савл темиҫе кун хушши вӗренекенсемпе пӗрле Дамаскра пулнӑ. 20 Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус ҫинчен, вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулни ҫинчен пӗлтерме пуҫланӑ. 21 Ӑна илтекен ҫынсем пурте тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Иисусӑн вӗренекенӗсене Иерусалимра хаяррӑн хӗсӗрленӗ ҫын мар-и вара ку? Вӑл кунта та вӗсене арестлесе аслӑ священниксем патне илсе кайма килменччӗ-и-ха?» 22 Савл вара ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑрах та ӑнӑҫлӑрах пӗлтернӗ, Иисус вӑл Христос пулнине кӑтартакан витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем илсе парса вӑл Дамаскра пурӑнакан еврейсене ним чӗнейми тунӑ.
23 Чылай кун иртсен, еврейсем ӑна вӗлерме кавар тунӑ. 24 Анчах Савл вӗсен каварӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ӑна вӗлерес тесе вӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хула хапхисене сыхласа тӑнӑ, 25 ҫавӑнпа унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле ӑна хула хӳминчи шӑтӑкран пысӑк карҫинккапа* антарнӑ.
26 Иерусалима ҫитсен Савл Иисусӑн вӗренекенӗсемпе хутшӑнма тӑрӑшнӑ, анчах унран пурте хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнине ӗненмен. 27 Ӑна Варна́ва пырса пулӑшнӑ. Вӑл Савла апостолсем патне илсе пынӑ та Савл ҫул ҫинче пулнӑ чухне Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа унпа калаҫнине тата вӑл Дамаскра Иисус ячӗпе хӑюллӑн ырӑ хыпар пӗлтернине пӗтӗмпех каласа панӑ. 28 Вара Савл апостолсемпе юлнӑ. Вӑл Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗ ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерсе ҫӳренӗ. 29 Вӑл грекла калаҫакан еврейсемпе калаҫнӑ тата тавлашнӑ, лешӗсем вара ӑна вӗлересшӗн пулнӑ. 30 Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен тӑвансем ӑна Кесарие илсе кайнӑ, кайран Тарс хулине янӑ.
31 Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри тата Самарири пухусемшӗн лӑпкӑ вӑхӑт ҫитнӗ. Иеговӑран* хӑраса пурӑннине* пула тата святой сывлӑш пулӑшнине пула вӗсем ҫирӗпленсе пынӑ, шучӗпе те ӳссе пынӑ.
32 Ҫав тавралӑхра ҫӳренӗ чухне Пётр Лиддӑра пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем патне ҫитнӗ. 33 Унта вӑл Эне́й ятлӑ пӗр ҫынна курнӑ, ӑна паралич ҫапнӑран вӑл сакӑр ҫул хушши вырӑн ҫинчен тӑрайман. 34 Пётр ӑна каланӑ: «Эне́й, Иисус Христос сыватать сана. Тӑр та вырӑнна пуҫтар». Вара Эне́й ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ. 35 Лиддӑра тата Саро́н тӳремлӗхӗнче пурӑнакансем пурте вӑл сывӑ пулнине курсан Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ.
36 Иоппире Тави́фа ятлӑ хӗрарӑм, Иисусӑн вӗренекенӗ, пурӑннӑ. Грекла унӑн ячӗ До́рка* пулать. Вӑл нумай ырӑ ӗҫ тунӑ тата чухӑнсене пулӑшнӑ. 37 Ҫав кунсенче вӑл чирлесе ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ӑна ҫуса ҫӳлти пӳлӗме хунӑ. 38 Лидда Иоппирен инҫех мар пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗренекенсем Пётр Лиддӑра пулнине илтсен, ун патне икӗ ҫынна янӑ та хӑйсем патне хӑвӑртрах пыма ыйтнӑ. 39 Вара Пётр вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Унта ҫитсен, ӑна ҫӳлти пӳлӗме илсе кӗнӗ. Ун тавра тӑлӑх арӑмсем пуҫтарӑннӑ та макӑра-макӑра До́рка ҫӗлесе панӑ кӗпе-тумтире кӑтартма пуҫланӑ. 40 Пётр пурне те тухма ыйтнӑ, хӑй вара чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вилнӗ хӗрарӑм енне ҫаврӑнса: «Тави́фа, тӑр!» — тенӗ. Лешӗ куҫне уҫнӑ та, Пётра курсан, тӑрса ларнӑ. 41 Пётр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ, унтан сӑваплӑ ҫынсемпе тӑлӑх арӑмсене чӗннӗ, лешӗсем кӗнӗ те вӑл чӗрӗ пулнине курнӑ. 42 Ҫакӑн ҫинчен Иоппире пурӑнакансем пурте илтнӗ, вара нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 43 Пётр чылай кун хушши Иоппире, сӑран тӑвакан Си́мон ятлӑ ҫын патӗнче, пурӑннӑ.
10 Кесарире Корни́лий ятлӑ ҫын пурӑннӑ, вӑл Итали когортинчи* ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* пулнӑ. 2 Корни́лий Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, вӑл пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле Турра пуҫҫапса пурӑннӑ. Вӑл чухӑнсене нумай пулӑшнӑ тата пӗрмаях Турра кӗлтунӑ. 3 Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле* вӑл курӑнура Туррӑн ангелне уҫҫӑнах курнӑ. Ҫав ангел ун патне килнӗ те каланӑ: «Корни́лий!» 4 Хӑраса ӳкнӗскер, Корни́лий ун ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Итлетӗп сана, хуҫам». Лешӗ каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳсене илтрӗ тата эсӗ чухӑнсене пулӑшнине курчӗ. 5 Халь ӗнтӗ ҫынсене Иоппине Пётр текен Симона чӗнме яр. 6 Ҫав ҫын сӑран тӑвакан Си́мон патӗнче, тинӗс хӗрринчи пӳртре, хӑна пулса пурӑнать». 7 Хӑйӗнпе калаҫнӑ ангел кайсанах, Корни́лий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турӑран хӑраканскере, чӗнсе илнӗ те, 8 мӗн пулса иртнине каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ.
9 Тепӗр кунне, кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет тӗлнелле*, ҫав ҫынсем хула патне ҫывхарса пынӑ чухне, Пётр пӳрт тӑррине кӗлтума хӑпарнӑ. 10 Вӑл выҫса ҫитнӗ, унӑн ҫиес килнӗ. Апат хатӗрленӗ вӑхӑтра ӑна курӑну пулнӑ: 11 вӑл тӳпе уҫӑлса кайнине тата сарлака йӗтӗн пир пеккине* тӑватӑ кӗтессинчен тытса ҫӗрелле антарнине курнӑ. 12 Ун ҫинче темӗн тӗрлӗ тӑватӑ ураллӑ чӗрчун, ҫӗлен-калта, вӗҫен кайӑк пулнӑ. 13 Унтан вӑл сасӑ илтнӗ: «Пётр, тӑр та пусса ҫи!» 14 Анчах Пётр каланӑ: «Ҫук, хуҫам, эпӗ ҫакна тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ирсӗррине те, таса маррине те нихӑҫан та ҫимен». 15 Сасӑ ӑна иккӗмӗш хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине ирсӗр тесе урӑх ан кала». 16 Ҫав сасӑ виҫҫӗмӗш хут та илтӗннӗ, ҫавӑн хыҫҫӑнах йӗтӗн пире тӳпенелле ҫӗкленӗ.
17 Пётр ҫак курӑну мӗне пӗлтерет-ши тесе аптраса тӑнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра Корни́лий янӑ ҫынсем Си́мон килне тупса хапхи умне пырса тӑнӑ. 18 Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса: «Пётр текен Си́мон кунта мар-и?» — тесе ыйтнӑ. 19 Пётр курӑну ҫинчен шухӑшланӑ чухне сывлӑш ӑна: «Сана виҫӗ ҫын шырать, — тенӗ. — 20 Ан та пӗр иккӗленмесӗр вӗсемпе пӗрле кай, вӗсене эпӗ ятӑм». 21 Пётр ҫав ҫынсем патне аннӑ та каланӑ: «Эсир шыракан ҫын — эпӗ. Эсир мӗн ӗҫпе килтӗр?» 22 Вӗсем каланӑ: «Пире ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* Корни́лий ячӗ. Вӑл Турӑран хӑракан тӳрӗ ҫын, ӑна еврейсем пурте хисеплеҫҫӗ. Турӑ ӑна, сӑваплӑ ангелӗ урлӑ, сана хӑйӗн патне чӗнсе килме тата эсӗ мӗн калассине итлеме хушнӑ». 23 Вара Пётр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ.
Тепӗр кунне Пётр вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Унпа пӗрле Иоппири хӑш-пӗр арҫын тӑвансем те пынӑ. 24 Кесарие вӗсем тепӗр куннех ҫитнӗ. Корни́лий хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗсене, ҫывӑх тусӗсене пуҫтарса вӗсене кӗтсех тӑнӑ ӗнтӗ. 25 Пётр ҫитсен, Корни́лий ӑна хирӗҫ тухса ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. 26 Анчах Пётр ӑна тӑратнӑ та каланӑ: «Тӑр, эпӗ те сан пек ҫынах». 27 Корнилийпа калаҫса вӑл унӑн килне кӗнӗ, унта вӑл питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннине курнӑ. 28 Пётр вӗсене каланӑ: «Еврейсен урӑх халӑх ҫыннисемпе хутшӑнма та, вӗсен килне кӗме те юраманнине эсир лайӑх пӗлетӗр. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар темелле маррине кӑтартса пачӗ. 29 Ҫавӑнпа та, мана чӗнсен, эпӗ пӗр сӑмахсӑрах килме килӗшрӗм. Эппин, калӑр-ха, эсир мана мӗншӗн чӗнтӗр?»
30 Унтан Корни́лий каланӑ: «Тӑватӑ кун каялла ҫак вӑхӑталлах, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле*, эпӗ килте кӗлтӑваттӑмччӗ. Сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын тухса тӑчӗ те 31 каларӗ: „Корни́лий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ тата эсӗ чухӑнсене пулӑшнине курчӗ. 32 Ҫавӑнпа та ҫынсене Иоппие яр та Пётр текен Симона чӗнтерсе кил. Ҫав ҫын сӑран тӑвакан Си́мон патӗнче, тинӗс хӗрринчи пӳртре, хӑна пулса пурӑнать“. 33 Вара эпӗ тӳрех ҫынсене сан патна ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Иегова* сана мӗн калама хушнине пӗтӗмпех илтес тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр».
34 Вара Пётр каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ эпӗ чӑнахах пӗлетӗп: Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть, 35 вӑл хӑйӗнчен хӑракан* тата тӗрӗссине тӑвакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те кӑмӑллать. 36 Турӑ Израиль ҫыннисем патне Иисус Христос урлӑ, мӗнпур ҫыннӑн Ҫӳлхуҫи урлӑ, мир ҫинчен калакан ырӑ хыпар янӑ. 37 Иоанн шыва кӗмелли ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн малтан Галилейӑра, кайран пӗтӗм Иудейӑра ҫынсем мӗн ҫинчен калаҫнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 38 Эпӗ Турӑ Назаре́т Иисусне святой сывлӑшпа суйласа илни ҫинчен, ӑна вӑй-хӑват пани ҫинчен тата вӑл ырӑ ӗҫсем туса, Шуйттан* асаплантаракан ҫынсене сыватса ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳрени ҫинчен каласшӑн. Иисуспа пӗрле Турӑ пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫаксене пурне те тума пултарчӗ. 39 Вӑл еврейсен ҫӗршывӗнче, Иерусалимра мӗн тунине пурне те эпир хамӑр куҫпах куртӑмӑр. Анчах та ӑна юпа* ҫине пӑталаса* вӗлерчӗҫ. 40 Виҫҫӗмӗш кунне Турӑ ӑна чӗртсе тӑратрӗ те ҫынсене ӑна курма май пачӗ, 41 анчах пурне те мар, пире ҫеҫ — Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн унпа ӗҫсе ҫинӗскерсене — курма май пачӗ. Пире Турӑ ун ҫинчен каласа кӑтартакансем пулма малтанах суйласа илнӗ. 42 Турӑ Иисуса чӗррисене те, вилнисене те суд тума лартрӗ, вӑл пире ҫакӑн ҫинчен халӑха пӗлтерме тата каласа кӑтартма хушрӗ. 43 Иисус ҫинчен пур пророк та каланӑ, вӗсем ӑна ӗненекенсен ҫылӑхӗсем ун ячӗпе каҫарӑнаҫҫӗ тесе ҫырнӑ».
44 Пётр ҫакна каласа тӑнӑ хушӑрах Турӑ сӑмахне итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те святой сывлӑш аннӑ. 45 Пётрпа пӗрле килнӗ тӑвансем, еврейсенчен тухнисем*, Туррӑн парнине — святой сывлӑша — урӑх халӑх ҫыннисем те илнине курсан тӗлӗннӗ, 46 мӗншӗн тесен лешсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ. Пётр вара каланӑ: 47 «Пирӗн пекех святой сывлӑш илнӗ ҫынсене шыва кӗме кам чарма пултартӑр?» 48 Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе шыва кӗме хушнӑ. Унтан вӗсем Пётра хӑйсем патӗнче темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.
11 Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ. 2 Пётр Иерусалима таврӑнсан, ӳт кастармалла текеннисем ӑна ӳпкелеме пуҫланӑ: 3 «Эсӗ ӳт кастарманнисен килне кӗтӗн, вӗсемпе пӗрле апат ҫирӗн». 4 Вара Пётр вӗсене мӗн пулса иртнине йӗркипе ӑнлантарса пама пуҫланӑ:
5 «Эпӗ Ио́ппи хулинче кӗлтунӑ чухне мана курӑну пулчӗ: эпӗ сарлака йӗтӗн пир пеккине* тӑватӑ кӗтессинчен тытса ҫӗрелле антарнине куртӑм, вӑл ман тӗлех анчӗ. 6 Эпӗ ун ӑшне пӑхрӑм та унта тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсене, тискер чӗрчунсене, ҫӗлен-калтана тата вӗҫен кайӑксене куртӑм. 7 Тата хама: „Пётр, тӑр та пусса ҫи!“ — текен сасӑ илтрӗм. 8 Анчах эпӗ каларӑм: „Ҫук, хуҫам, эпӗ ҫакна тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ирсӗррине е таса маррине нихӑҫан та ҫимен“. 9 Иккӗмӗш хутӗнче тӳпери сасӑ мана каларӗ: „Турӑ тасатнине ирсӗр тесе урӑх ан кала“. 10 Ҫав сасӑ мана виҫҫӗмӗш хут та илтӗнчӗ, вара пӗтӗмпех каялла тӳпенелле ҫӗкленсе кайрӗ. 11 Ҫав вӑхӑтрах хамӑр чарӑннӑ пӳрт патне Кесарирен ман пата янӑ виҫӗ ҫын пырса тӑчӗ. 12 Вара сывлӑш мана вӗсемпе пӗрле пӗр иккӗленмесӗр кай терӗ. Манпа пӗрле ҫак ултӑ арҫын тӑван та пычӗ, эпир ҫав ҫыннӑн килне кӗтӗмӗр.
13 Вӑл хӑйӗн килӗнче ангела курни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫав ангел ӑна ҫапла каланӑ: „Иоппие ҫынсене яр та Пётр текен Симона чӗнтерсе кил. 14 Вӑл сана эсӗ хӑв та, хӑвӑн пӗтӗм кил-йышу та мӗнле ҫӑлӑнма пултарнине калӗ“. 15 Эпӗ калаҫа пуҫласан, святой сывлӑш, унччен хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те анчӗ. 16 Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине аса илтӗм, вӑл: „Иоанн шыва кӗртнӗ, сире вара святой сывлӑшпа шыва кӗртӗҫ*“, — тетчӗ. 17 Турӑ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗненекенсене, панӑ парненех вӗсене те пачӗ пулсан, Турра чӑрмав кӳме камах вара эпӗ?»
18 Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ* та Турра мухтаса ҫапла каланӑ: «Эппин, Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене те ӳкӗнме тата пурнӑҫ илме май панӑ».
19 Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине пула саланса пӗтнӗ вӗренекенсем Финикийӑнах, Кипрпа Антиохиех ҫитнӗ. Вӗсем ырӑ хыпара еврейсене ҫеҫ каланӑ. 20 Анчах та вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, Кипрпа Кире́на ҫыннисем, Антиохие пынӑ та Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен калакан ырӑ хыпара грекла калаҫакан ҫынсене пӗлтерме пуҫланӑ. 21 Иегова* вӗсемпе пӗрле пулнӑран питӗ нумай ҫын ӗненме пуҫласа Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.
22 Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри пухӑва та хыпар ҫитнӗ, вара Антиохие Варнавӑна янӑ. 23 Унта ҫитсен тата Турӑ вӗренекенсене хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнине курсан, вӑл питӗ савӑннӑ. Вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫана малалла та пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма хавхалантарнӑ. 24 Варна́ва ырӑ, хытӑ ӗненекен, святой сывлӑшпа тулнӑ ҫын пулнӑ. Ҫапла вара, нумай ҫын Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 25 Унтан Варна́ва Савла шырама Тарс хулине кайнӑ. 26 Шыраса тупсан ӑна Антиохие илсе пынӑ. Ҫулталӑк хушши вӗсем пухупа пӗрле пулнӑ тата нумай ҫынна вӗрентнӗ. Чи малтан унта, Антиохире, вӗренекенсене Турӑ ирӗкӗпе христиансем тесе чӗнме пуҫланӑ.
27 Ҫав кунсенче Антиохие Иерусалимран пророксем пынӑ. 28 Вӗсенчен пӗри, Ага́в ятли, святой сывлӑш пӗлтернипе, кӗҫех пӗтӗм ҫӗр ҫинче хаяр выҫлӑх пулӗ тесе малтанах каласа хунӑ. Кла́вдий цезарь* вӑхӑтӗнче ҫапла пулнӑ та. 29 Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран, Иудейӑри тӑвансене пулӑшма* шут тытнӑ. 30 Вӗсем ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савлран старейшинӑсене парса янӑ.
12 Ҫав вӑхӑталла И́род* патша пухурисенчен хӑшӗ-пӗрисене хӗсӗрлеме пуҫланӑ. 2 Вӑл Иакова, Иоанӑн пӗртӑванне, хӗҫпе касса вӗлерттернӗ. 3 Ҫакӑ еврейсен кӑмӑлне кайнине курсан, вӑл Пётра та арестленӗ. (Ун чухне Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ.) 4 Пётра тытсан И́род ӑна тӗрмене хуптарнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ. И́род ӑна Пасха иртсен халӑх умне илсе тухма* шутланӑ. 5 Пётра тӗрмере тытнӑ, пуху вара уншӑн Турра хӗрӳллӗн кӗлтунӑ.
6 Ҫӗрле, И́род Пётра халӑх умне илсе тухас кун умӗн, Пётр, икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленӗскер, икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ. Тӗрме алӑкӗ умӗнче хуралҫӑсем сыхласа тӑнӑ. 7 Сасартӑк Иеговӑн* ангелӗ пырса тӑнӑ та, Пётр пулнӑ вырӑна ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Пётра аякӗнчен тӗксе вӑратнӑ та: «Тӑр часрах!» — тенӗ. Вара Пётрӑн аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ. 8 Ангел ӑна каланӑ: «Пилӗкне ҫых, уруна тӑхӑн». Пётр ҫапла тунӑ та. Унтан ангел ӑна: «Ҫиелти тумтирне тӑхӑн та ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. 9 Ангел мӗн туни чӑн пулнине пӗлмесӗрех Пётр ун хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакӑ курӑну пулӗ тесе шутланӑ вӑл. 10 Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хуланалла тухакан тимӗр хапха патне ҫитсе тӑнӑ, хапха вара вӗсем умӗнче хӑех уҫӑлса кайнӑ. Хапхаран тухсан вӗсем пӗр урампа утса тухнӑ ҫеҫ, сасартӑк ангел куҫран ҫухалнӑ. 11 Мӗн пулнине ӑнланса илсен Пётр каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах пӗлетӗп: мана Иродран тата еврейсем мӗн тума шутланинчен хӑтарас тесе Иегова* хӑйӗн ангелне ячӗ».
12 Ҫакна ӑнланса илсен вӑл Марийӑн, Марк текен Иоанн амӑшӗн, килне кайнӑ. Унта нумай ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ, вӗсем кӗлтунӑ. 13 Пётр хапхаран шаккасан, кам шакканине пӗлес тесе Ро́да ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. 14 Пётра сасӑран палласа илсен, вӑл ҫав тери савӑннипе хапхине уҫмасӑрах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Пётр тӑрать», — тесе пӗлтернӗ. 15 Вӗсем ӑна: «Аташмастӑн-и эсӗ?» — тенӗ. Хӗрарӑм хӑйӗнни ҫинчех тӑнӑ. Вара вӗсем пурте: «Ку унӑн ангелӗ», — теме пуҫланӑ. 16 Пётр ҫаплах хапхаран шаккаса тӑнӑ. Лешсем хапхана уҫсан ӑна курнӑ та питӗ хытӑ тӗлӗннӗ. 17 Пётр аллипе паллӑ кӑтартса вӗсене шӑпланма ыйтнӑ, вара хӑйне Иегова* тӗрмерен мӗнле кӑларнине вӗсене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панӑ. Унтан вӑл: «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти арҫын тӑвансене пӗлтерӗр», — тенӗ. Вара урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
18 Ирхине салтаксем йӑлт аптраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесен Пётр ӑҫта кайса кӗнине никам та пӗлмен. 19 И́род ӑна шыраттарнӑ, анчах тупайман. Вара вӑл хуралҫӑсене ыйтса тӗпченӗ те вӗсене наказани пама хушнӑ. Хӑй вара Иудейӑран Кесарие кайса пӗр вӑхӑт хушши унта пурӑннӑ.
20 И́род Тирпа Сидо́н ҫыннисем ҫине ҫилленнӗ пулнӑ. Вара ҫав вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсем ун патне пынӑ та, патшан кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Власта хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, мирлешме ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх И́род патшан ҫӗрӗнчи апат-ҫимӗҫпе тӑранса пурӑннӑ. 21 Палӑртнӑ кун И́род, патша тумне тӑхӑнса, суд тумалли вырӑна ларнӑ та халӑха сӑмах калама пуҫланӑ. 22 Халӑх вара: «Ку — ҫын сасси мар, турӑ сасси!» — тесе кӑшкӑрма тытӑннӑ. 23 Ҫав самантрах Иеговӑн* ангелӗ И́род ҫине вӑл Турра мухтаманшӑн чир янӑ, вара хӑйне хуртсем ҫисе пӗтернипе вӑл вилнӗ.
24 Иеговӑн* сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ, ытларах та ытларах ҫын ӗненме пуҫланӑ.
25 Варнавӑпа Савл вара тӑвансем пуҫтарнӑ пулӑшӑва Иерусалима илсе ҫитернӗ те Марк текен Иоана хӑйсемпе пӗрле илсе Антиохие таврӑннӑ.
13 Антиохири пухура ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варна́ва, Ниге́р текен Симео́н, Кире́на ҫынни Лу́ций, И́род пуҫлӑхпа* пӗрле вӗреннӗ Манаи́н тата Савл. 2 Вӗсем Иеговӑшӑн* ӗҫленӗ чухне тата типӗ тытнӑ чухне святой сывлӑш вӗсене каланӑ: «Ман валли Варнавӑпа Савла уйӑрӑр, эпӗ вӗсене пӗр ӗҫ тума суйласа илтӗм». 3 Типӗ тытнӑ тата кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗсем Варнавӑпа Савл ҫине ал хунӑ та вӗсене янӑ.
4 Ҫак арҫынсем, святой сывлӑш янӑскерсем, Селевкийӑна ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ. 5 Саламина ҫитсен вӗсем Туррӑн сӑмахне еврейсен синагогисенче пӗлтерме пуҫланӑ. Вӗсемпе пӗрле Иоанн та пулнӑ, вӑл вӗсене пулӑшса тӑнӑ.
6 Пӗтӗм утрава утса тухсан вӗсем Пафоса ҫитнӗ. Унта вӗсем Бар-Иисус ятлӑ еврея тӗл пулнӑ. Вӑл тухатмӑш тата суя пророк пулнӑ. 7 Вӑл Се́ргий Павел проко́нсулшӑн* ӗҫлесе тӑнӑ. Се́ргий Павел ӑслӑ ҫын пулнӑ. Туррӑн сӑмахне питӗ илтесшӗн пулнӑран вӑл хӑй патне Варнавӑпа Павела чӗнсе илнӗ. 8 Анчах та ҫав тухатмӑш, ҫавӑн пекех Эли́ма текенскер (ҫак ят «тухатмӑш» тесе куҫарӑнать), проконсула Ҫӳлхуҫана ӗненме парас мар тесе, вӗсене чӑрмантарма пуҫланӑ. 9 Вара Савл (ӑна тата Павел тесе те чӗннӗ), святой сывлӑшпа тулса, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та 10 каланӑ: «Шуйттан* ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗхӗн тӑшманӗ! Санӑн чӗрӳ темӗн тӗрлӗ ултавпа тата усаллӑхпа тулнӑ! Иеговӑн* тӳрӗ ҫулӗсене эсӗ хӑҫан пӑсма чарӑнӑн? 11 Иегова* сана наказани парӗ: эсӗ суккӑр пулӑн та пӗр вӑхӑт ҫутӑ кураймӑн». Ҫав самантрах унӑн куҫӗ тӗтреллӗ курма пуҫланӑ, пӗтӗмпех уншӑн тӗттӗм пулса тӑнӑ. Вара вӑл хӑйне ҫавӑтса кайма ҫын шырама тытӑннӑ. 12 Проко́нсул мӗн пулса иртнине курсан Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, мӗншӗн тесен ӑна Иеговӑн* вӗрентӗвӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ.
13 Павел тата унпа пӗрле ҫӳрекенсем Пафосран ишсе кайсан Памфи́ли ҫӗрӗнчи Пергие ҫитнӗ. Анчах Иоанн вӗсене хӑварнӑ та Иерусалима таврӑннӑ. 14 Вӗсем вара Пергирен тухса Писидири Антиохие ҫитнӗ. Шӑматкун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ. 15 Моисей законне тата пророксен кӗнекисене вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑвансем, сирӗн пире хавхалантаракан сӑмах пур пулсан, калӑр». 16 Вара Павел тӑнӑ та аллипе паллӑ кӑтартса халӑха шӑпланма ыйтнӑ, унтан каланӑ:
«Израиль ҫыннисем тата эсир те, Турӑран хӑракансем, итлӗр. 17 Израиль халӑхӗн Турри пирӗн мӑн асаттесене суйласа илнӗ, вӗсем Египет ҫӗрӗнче ют ҫынсем пек пурӑннӑ чухне вӗсене вӑйлӑ халӑх тунӑ, хӑйӗн хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан илсе тухнӑ. 18 Вӑл 40 ҫула яхӑн пушхирте вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулнӑ. 19 Ханаанри ҫичӗ халӑха тӗп тунӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсен ҫӗрне пирӗн мӑн асаттесене еткерлӗхе панӑ. 20 Ҫапла 450 ҫула яхӑн иртсе кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вӗсене Самуи́л пророк таранчченех судьясем парса тӑнӑ. 21 Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ. Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи Кис ывӑлне, Саула, панӑ. Сау́л 40 ҫул патшара ларнӑ. 22 Вӑл Саула сирсе ярсан вӗсене Давид патшана панӑ. Вӑл ун пирки ҫапла каланӑ: „Эпӗ хамӑн кӑмӑла каякан ҫынна, Иессе́й ывӑлне Давида, тупрӑм. Вӑл манӑн ирӗке пурнӑҫлӗ“. 23 Турӑ, хӑйӗн сӑмахне тытса, Давид тӑхӑмӗнченех Израиль валли ҫӑлакана, Иисуса, панӑ. 24 Иисус киличчен Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ӳкӗннине кӑтартса шыва кӗмелле тесе пӗлтерсе ҫӳренӗ. 25 Иоанн хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне вӗҫленӗ чухне ҫакӑн пек каланӑ: „Эсир мана кам тесе шутлатӑр? Эпӗ — эсир кӗтекенни мар. Вӑл ман хыҫҫӑн килет, эпӗ унӑн сандалине хывма та тивӗҫлӗ мар“.
26 Тӑвансем, Авраа́м йӑхӗнчи ҫынсем тата эсир те, Турӑран хӑракансем, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен калакан ҫак хыпара пире валли янӑ. 27 Анчах Иерусалимра пурӑнакансем тата вӗсен пуҫлӑхӗсем ӑна* йышӑнмарӗҫ. Вӗсем ӑна суд турӗҫ, ҫапла майпа пророксен кашни шӑматкун сасӑпа вулакан сӑмахӗсене пурнӑҫларӗҫ. 28 Вӗсем ӑна вӗлерме сӑлтав тупаймарӗҫ пулин те, Пилата ӑна вӗлерттерме ыйтрӗҫ. 29 Кайран вара, ун ҫинчен мӗн ҫырни пӗтӗмпех пурнӑҫлансан, ӑна юпа* ҫинчен антарчӗҫ те тупӑклӑха хучӗҫ. 30 Анчах Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, 31 вара вӑл нумай кун хушши хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима пынӑ вӗренекенӗсене курӑннӑ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем ун ҫинчен ҫынсене каласа кӑтартаҫҫӗ.
32 Эпир сире ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр: Турӑ пирӗн мӑн асаттесене панӑ сӑмахне 33 пирӗншӗн, вӗсен ачисемшӗн, Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, пӗтӗмпех пурнӑҫларӗ. Иккӗмӗш псаломра та ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ — манӑн ывӑлӑм, паян эпӗ санӑн аҫу пулса тӑтӑм“. 34 Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратасси ҫинчен тата нихӑҫан та ҫӗрсе кайма парас ҫукки ҫинчен вара Турӑ ҫапла каланӑ: „Давида сӑмах панӑ пек, эпӗ сире чунтан парӑнса юратӑп. Эпӗ ӑна панӑ сӑмах шанӑҫа тивӗҫлӗ“. 35 Ҫавӑнпа тепӗр псаломра та ҫапла каланӑ: „Эсӗ хӑвна чунтан парӑннӑскере ҫӗрсе кайма памӑн“. 36 Давид хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Турӑшӑн ӗҫленӗ*, унтан вӑл вилнӗ, ӑна мӑн аслашшӗсемпе пӗрле пытарнӑ, вӑл ҫӗрсе кайнӑ. 37 Анчах кама Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавӑ ҫӗрсе кайман.
38 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑхсем ун урлӑ каҫарӑнаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен эпир сире пӗлтеретпӗр те. 39 Эсир Моисей законӗ урлӑ пур тӗлӗшпе те айӑпсӑр пулса тӑраймарӑр, ҫав ҫынна пула вара Турӑ ӗненекене кирек кама та пур тӗлӗшпе те айӑпсӑр тет. 40 Асӑрханӑр, пророксен кӗнекисенче мӗн калани сирӗнпе пулса ан тухтӑр, унта ҫапла каланӑ: 41 „Мӑшкӑлҫӑсем, эпӗ мӗн тунине курса тӗлӗнӗр те ҫухалӑр, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн ӗмӗрте мӗн тунине, сире ҫакӑн ҫинчен кам та пулин тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас пулсан та, эсир нихӑҫан та ӗненмӗр“».
42 Павелпа Варна́ва синагогӑран тухнӑ чухне ҫынсем вӗсене тепӗр шӑматкун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ. 43 Синагогӑра пуху вӗҫленсен, еврейсенчен тата Турра пуҫҫапакан прозелитсенчен* нумайӑшӗ Павелпа Варна́ва хыҫҫӑн кайнӑ. Павелпа Варна́ва вара вӗсене малалла та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне тивӗҫлӗ пулма хавхалантарнӑ.
44 Тепӗр шӑматкун пӗтӗм хула тенӗ пекех Иеговӑн* сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ. 45 Еврейсем ҫавӑн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсан питех те кӗвӗҫме пуҫланӑ, вара вӗсем Павела хирӗҫлеме тата ӑна хӑртма тытӑннӑ. 46 Павелпа Варна́ва вара вӗсене хӑюллӑн ҫапла каланӑ: «Пирӗн Турӑ сӑмахне малтан сире пӗлтермеллеччӗ, анчах эсир ӑна сирсе яратӑр пулсан тата хӑвӑра ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме тивӗҫлӗ мар тесе шутлатӑр пулсан, эпир урӑх халӑх ҫыннисем патне каятпӑр. 47 Мӗншӗн тесен Иегова* пире ҫапла каларӗ: „Санӑн ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех ҫӑлӑнӑҫ илсе ҫитермелле пултӑр тесе эпӗ сана халӑхсемшӗн ҫутӑ турӑм“».
48 Урӑх халӑх ҫыннисем ҫакна илтсен савӑнма тата Иеговӑн* сӑмахне мухтама пуҫланӑ, вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисем пурте Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 49 Иеговӑн* сӑмахӗ ҫав таврари пур ҫӗре те сарӑлнӑ. 50 Анчах та еврейсем, Турӑран хӑракан паллӑ хӗрарӑмсене тата хулари ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Павелпа Варнавӑна хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе, вӗсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вара хуларан хӑваласа кӑларса янӑ. 51 Павелпа Варна́ва урисем ҫинчи тусана силлесе хӑварнӑ* та Иконие кайнӑ. 52 Вӗренекенсем вара савӑнӑҫпа тата святой сывлӑшпа тулнӑ.
14 Иконире Павелпа Варна́ва еврейсен синагогине кӗнӗ. Вӗсем ҫав тери витӗмлӗ калаҫнӑран питӗ нумай еврейпа грек ӗненме пуҫланӑ. 2 Анчах та ӗненмен еврейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса янӑ та вӗсене тӑвансене хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ. 3 Павелпа Варна́ва унта чылай пурӑннӑ, Иегова* хӑйсене власть панипе хӑюллӑн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене паллӑсем кӑтартма тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тума вӑй парса хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан хыпара ырланине кӑтартнӑ. 4 Хула халӑхӗ пайланса кайнӑ: пӗрисем еврейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ. 5 Урӑх халӑх ҫыннисем те, еврейсем те хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле апостолсене мӑшкӑл туса чулпа пере-пере вӗлересшӗн пулнӑ. 6 Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Павелпа Варна́ва Ликаонири Листрӑпа Де́рви хулисене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тарнӑ. 7 Унта вӗсем ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
8 Листрӑра пӗр утайман ҫын пурӑннӑ, вӑл ҫуралассах утайми ҫуралнӑ. 9 Вӑл Павел мӗн каланине итлесе ларнӑ. Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те унӑн сывалмалӑх ӗненӳ пуррине асӑрхаса 10 хытӑ сасӑпа каланӑ: «Ура ҫине тӑр!» Лешӗ сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ. 11 Ҫынсем Павел мӗн тунине курсан ликао́н чӗлхипе: «Турӑсем пирӗн пата ҫын евӗрлӗ пулса анчӗҫ!» — тесе хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ. 12 Вӗсем Варнавӑна Зевс теме, Павела вара, вӑл ытларах калаҫнӑран, Герме́с теме пуҫланӑ. 13 Хула хапхи умӗнче Зевс храмӗ ларнӑ, унта ӗҫлекен Зевс священникӗ вара халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе хапха патне вӑкӑрсене тата ҫулҫӑсенчен явса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗсене илсе пынӑ.
14 Ҫавӑн ҫинчен илтсен, Варнавӑпа Павел апостолсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та халӑх хушшине вирхӗнсе кӗрсе ҫапла кӑшкӑрса каланӑ: 15 «Эсир мӗншӗн ҫакна тӑватӑр? Эпир те сирӗн пек ҫынсемех. Ырӑ хыпар пӗлтерсе, эпир сире ҫак ниме тӑман япаласене пуҫҫапма пӑрахтарса чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрасшӑн. Вӑл тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те, вӗсенче мӗн пуррине те тунӑ. 16 Ӗлӗк вӑл пур халӑха та хӑйсен ҫулӗсемпе ҫӳреме ирӗк панӑ. 17 Ҫапах та вӑл сире ырӑ туса хӑй ҫинчен пӗлтерсех тӑнӑ: вӑл тӳперен ҫумӑр ҫутарнӑ, вӑхӑтра тыр-пул панӑ, апат-ҫимӗҫпе тӑрантарса тӑнӑ тата сирӗн чӗрене савӑнӑҫпа тултарнӑ». 18 Ҫапла каласа вӗсем халӑха аран-аран хӑйсене парнесем кӳме чарнӑ.
19 Анчах та кайран Антиохирен тата Иконирен еврейсем килнӗ те халӑха Павела хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ. Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна хула тулашне сӗтӗрсе тухса пӑрахнӑ. 20 Вӗренекенсем ун тавра пуҫтарӑнсан, вӑл тӑнӑ та хулана кӗнӗ. Тепӗр кунне вӑл Варнавӑпа пӗрле Де́рви хулине тухса кайнӑ. 21 Ҫав хулара ырӑ хыпар пӗлтерсен тата чылай ҫынна вӗренекен пулса тӑма пулӑшсан, вӗсем Листрӑна, Иконие тата Антиохие таврӑннӑ. 22 Вӗсем унти вӗренекенсене ҫирӗплетсе, малалла та ӗненӳре ҫирӗп тӑма хавхалантарса ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне кӗриччен пирӗн нумай асап тӳсмелле». 23 Унсӑр пуҫне, Павелпа Варна́ва кашни пухура старейшинӑсене суйласа лартнӑ, вара типӗ тытса кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗсене хӑйсем ӗненме пуҫланӑ Иеговӑн* аллине шанса панӑ.
24 Унтан вӗсем Писи́ди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ. 25 Турӑ сӑмахне Пергире пӗлтерсен вӗсем Атталие кайнӑ. 26 Атталирен вӗсем караппа Антиохие ишсе кайнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тӑвансем Павелпа Варнавӑна, вӗсем тӑвас ӗҫре Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе пулӑшса пытӑр тесе, Туррӑн аллине шанса панӑ пулнӑ. Вӗсем ҫав ӗҫе туса пӗтернӗ те ӗнтӗ.
27 Антиохие ҫитсен вӗсем пухупа тӗл пулнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн туни ҫинчен тата урӑх халӑх ҫыннисене ӗненме май пани* ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 28 Вӗсем чылай вӑхӑт хушши вӗренекенсемпе пӗрле пурӑннӑ.
15 Иудейӑран темиҫе ҫын килнӗ те тӑвансене ҫапла вӗрентме пуҫланӑ: «Эсир Моисей законӗ тӑрӑх ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр». 2 Павелпа Варна́ва вӗсемпе пачах килӗшмен, вӗсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара Павела, Варнавӑна тата темиҫе тӑвана ҫак ыйтупа* Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем патне яма йышӑннӑ.
3 Пуху вӗсене кӑштах ӑсатса янӑ, унтан вӗсем Финикийӑпа Сама́ри урлӑ кайнӑ. Вӗсем тӑвансене урӑх халӑх ҫыннисем Турра мӗнле пуҫҫапма пуҫлани ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ, вара пурте питӗ савӑннӑ. 4 Вӗсем Иерусалима ҫитсен, пуху та, апостолсемпе старейшинӑсем те вӗсене хапӑл туса йышӑннӑ. Вара вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ тунӑ нумай ӗҫ ҫинчен каласа панӑ. 5 Анчах та Иисуса ӗненме пуҫланӑ фарисейсенчен* хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗсен ӳтне касмалла тата вӗсене Моисей законне тытса тӑма хушмалла».
6 Вара апостолсемпе старейшинӑсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. 7 Чылайччен хӗрӳллӗн сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Пётр тӑнӑ та каланӑ: «Тӑвансем, эсир лайӑх пӗлетӗр ӗнтӗ, урӑх халӑх ҫыннисем ырӑ хыпара манран илтчӗр тата ӗненччӗр тесе Турӑ хамӑр хушӑран малтанах мана суйласа илчӗ. 8 Ҫын чӗрине пӗлекен Турӑ, пире панӑ пекех вӗсене те святой сывлӑш парса, вӗсене йышӑннине кӑтартрӗ. 9 Вӗсем ӗненнине кура вӑл вӗсен чӗрисене тасатса пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫуккине кӑтартрӗ. 10 Апла мӗншӗн-ха эсир вӗренекенсен мӑйне пирӗн мӑн асаттесем те, эпир хамӑр та йӑтма пултарайман сӳсмене* тӑхӑнтартса Турра тӗрӗслетӗр? 11 Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула ҫӑлӑнасса ӗненетпӗр, вӗсем те ҫаплах ҫӑлӑнӗҫ».
12 Пётр ҫакна каласан, пурте шӑпах пулнӑ та Варнавӑпа Павела итлеме пуҫланӑ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче нумай паллӑ кӑтартни ҫинчен, нумай тӗлӗнмелле ӗҫ туни ҫинчен каласа панӑ. 13 Вӗсем каласа пӗтерсен, Иаков каланӑ: «Тӑвансем, итлӗр-ха мана. 14 Турӑ урӑх халӑх ҫыннисенчен хӑй ячӗпе ҫӳрекен халӑх пуҫтарас тесе вӗсене йышӑнма пуҫлани ҫинчен Симео́н* тӗплӗн каласа пачӗ. 15 Ҫакӑ пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнипе килӗшсе тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: 16 „Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ таврӑнӑп та Давидӑн арканнӑ ҫуртне* хӑпартӑп, мӗн арканнине юсӑп, ӑна ҫӗнӗрен туса лартӑп. 17 Ҫакна эпӗ юлнисем мӗнпур халӑх ҫыннисемпе пӗрле — манӑн ятпа хисепленекенсемпе — Иеговӑна* тӑрӑшса шыраччӑр тесе тӑвӑп. Кӑна Иегова*, ҫакна тӑваканӗ, калать. 18 Вӑл ҫакна тума мӗн ӗмӗртенпех шутласа хунӑ пулнӑ“. 19 Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла шутлатӑп: Турӑшӑн ӗҫлес текен урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар. 20 Вӗсем патне ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ ҫырса ямалла: йӗрӗхсене пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ япаласенчен, аскӑнлӑхран*, пӑвса вӗлернӗ* выльӑхӑн ашне ҫиессинчен тата юнран сыхланччӑр. 21 Мӗншӗн тесен мӗн авалтанпах Моисейӑн сӑмахӗсене пур хулара та пӗлтереҫҫӗ, кашни шӑматкун синагогӑсенче сасӑпа вулаҫҫӗ».
22 Унтан апостолсемпе старейшинӑсем хӑйсем хушшинчен ҫынсене суйласа илсе вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохие яма шут тытнӑ, пӗтӗм пуху ҫакӑнпа килӗшнӗ. Вӗсем Варса́ва текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ, ҫак арҫынсем пухӑва ертсе пыракансенчен пӗрисем пулнӑ. 23 Вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ:
«Эпир, сирӗн тӑвансем, апостолсемпе старейшинӑсем, сирӗн пата — Антиохире, Сирире тата Киликийӑра пурӑнакан тӑвансем патне, еврей маррисем патне — ҫыратпӑр. Салам сире! 24 Эпир хамӑр патран пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем мӗн каланипе сире пӑшӑрхантарса, пӑтраштарса яни ҫинчен илтрӗмӗр, анчах эпир вӗсене нимӗнле хушу та паман. 25 Ҫавӑнпа эпир пӗр шухӑшлӑ пултӑмӑр та тӑвансене суйласа илсе вӗсене пирӗн юратнӑ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шут тытрӑмӑр. 26 Варнавӑпа Павел — пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне те шеллесе тӑман ҫынсем. 27 Вӗсемпе пӗрле эпир Иудӑпа Силӑна яратпӑр, ҫырура ҫырнинех вӗсем сире сӑмах вӗҫҫӗн те пӗлтерӗҫ. 28 Святой сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас темерӗмӗр, сирӗн ҫак хушусене ҫеҫ тытса тӑмалла: 29 йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑхӑн ашне ҫиессинчен тата аскӑнлӑхран* сыхланмалла. Эсир ҫаксене тытса тӑрсан, сирӗн веҫех аван пулӗ. Сывӑ пулӑр!»
30 Ҫапла вара ҫав тӑвансем Антиохие кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем вӗренекенсене пухнӑ та ҫырӑва вӗсене панӑ. 31 Ҫав хавхалантаракан ҫырӑва вуласа тухсан, лешсем питӗ савӑннӑ. 32 Иудӑпа Си́ла, хӑйсем те пророксем пулнӑ май, тӑвансене хавхалантаракан сӑмахсем нумай каланӑ тата вӗсене ҫирӗплетнӗ. 33 Вӗсем унта пӗр вӑхӑт пурӑнсан, тӑвансем вӗсене ырӑ ҫул сунса каялла Иерусалима янӑ. 34 ——* 35 Павелпа Варна́ва Антиохирех юлнӑ. Унта вӗсем вӗрентнӗ тата ыттисемпе пӗрле ырӑ хыпара, Иеговӑн* сӑмахне, пӗлтернӗ.
36 Темиҫе кун иртсен, Павел Варнавӑна каланӑ: «Айта таврӑнар та Иеговӑн* сӑмахне хамӑр пӗлтернӗ мӗнпур хулари тӑвансене кайса курар, вӗсем мӗнле пурӑннине пӗлер». 37 Варна́ва хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана илме шут тытнӑ. 38 Анчах та Павел ӑна пӗрле илесшӗн пулман, мӗншӗн тесен Марк вӗсене Памфилире хӑварса Турӑ сӑмахне вӗсемпе пӗрле пӗлтерме кайман. 39 Ҫавна пула Павелпа Варна́ва вӑрҫӑнсах кайнӑ, ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑ. Варна́ва вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те карап ҫине ларса Кипра ишсе кайнӑ. 40 Павел хӑй валли Силӑна суйласа илнӗ. Тӑвансем Иегова* Павела пулӑшса пытӑр тесе тата ӑна хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтарттӑр тесе кӗлтунӑ хыҫҫӑн Павел ҫула тухнӑ. 41 Вӑл пухусене ҫирӗплетсе Сирипе Килики́я урлӑ кайнӑ.
16 Павел малтан Дервие, унтан Листрӑна ҫитнӗ. Листрӑра Тимофей ятлӑ вӗренекен пурӑннӑ, унӑн амӑшӗ вӗренекен пулса тӑнӑ еврей хӗрарӑмӗ пулнӑ, ашшӗ грек пулнӑ. 2 Листрӑпа Иконири тӑвансем Тимофей ҫинчен ырласа калаҫнӑ. 3 Павел ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе каясшӑн пулнӑ, анчах малтан вӑл унӑн ӳтне кастарнӑ, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнта пурӑнакан еврейсем пурте унӑн ашшӗ грек пулнине пӗлнӗ. 4 Вӗсем хуларан хулана ҫӳресе тӑвансене Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем тытса тӑма йышӑннӑ хушусене пӗлтернӗ. 5 Ҫапла вара пухусенчи тӑвансен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсе пынӑ, вӗсен шучӗ кунран-кун ӳссе пынӑ.
6 Вӗсем Фригипе Гала́ти урлӑ кайнӑ, мӗншӗн тесен святой сывлӑш вӗсене Туррӑн сӑмахне Азире* калама чарнӑ. 7 Унтан, Мисие ҫитсен, вӗсем Вифиние каясшӑн пулнӑ, анчах Иисус святой сывлӑш урлӑ вӗсене унта кайма паман. 8 Ҫавӑнпа вӗсем Ми́си урлӑ кайса Троадӑна ҫитнӗ. 9 Ҫӗрле Павела курӑну пулнӑ: ун умӗнче Македони ҫынни тӑнӑ, вӑл ӑна: «Македоние пырса пире пулӑшсам», — тесе ыйтнӑ. 10 Павел ҫак курӑнӑва курнӑ хыҫҫӑнах эпир Македоние кайма шут тытрӑмӑр, мӗншӗн тесен Турӑ пире унта ырӑ хыпар сарма чӗнсе илнине ӑнланса илтӗмӗр.
11 Ҫапла вара эпир карап ҫине лартӑмӑр та ниҫта чарӑнмасӑр Троадӑран Самофракие ҫитрӗмӗр, тепӗр кунне Неаполе* ҫитрӗмӗр. 12 Ҫав хуларан эпир Филиппӑна — Рим колонине тата Македонин ҫав пайӗнчи тӗп хулине — кайрӑмӑр. Унта темиҫе кун пурӑнтӑмӑр. 13 Шӑматкун хуларан тухса эпир юханшыв хӗррине кайрӑмӑр, унта кӗлӗ тумалли вырӑн пулмалла пуль терӗмӗр. Ҫавӑнта ҫитсен эпир унта пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе ларса калаҫрӑмӑр. 14 Пире Турра пуҫҫапса пурӑнакан Ли́дия ятлӑ пӗр хӗрарӑм итлесе ларчӗ. Вӑл Фиати́р хулинчен пулнӑ, тӗксӗм хӗрлӗ пир* сутса пурӑннӑ. Иегова* унӑн чӗрине уҫрӗ те, вара вӑл Павел мӗн каланине йышӑнчӗ. 15 Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те шыва кӗрсен, вӑл ҫине тӑрсах: «Эсир ман пирки Иеговӑна* шанчӑклӑ тесе шутлатӑр пулсан, пырӑр та ман патра пурӑнӑр», — терӗ. Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.
16 Пӗррехинче пире, эпир кӗлтумалли вырӑна кайнӑ чухне, демон ярса илнӗ пӗр хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ. Вӑл ҫав демон пулӑшнипе малашлӑхра мӗн пулассине каласа пама пултарнӑ, ҫакӑнпа вӑл хуҫисене чылай тупӑш кӳрсе тӑнӑ. 17 Павелпа пирӗн хыҫран ҫӳресе вӑл: «Ҫак ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! Вӗсем сире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса пычӗ. 18 Вӑл нумай кун хушши ҫапла турӗ. Юлашкинчен ҫакӑ Павела йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Вӑл ҫаврӑнчӗ те усал сывлӑша каларӗ: «Иисус Христос ячӗпе хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен!» Лешӗ вара тӳрех тухрӗ.
19 Ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тек тупӑш илме май ҫуккине ӑнланса илсен, Павелпа Силӑна ярса тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан вырӑна* пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ. 20 Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем* патне илсе пырса ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем хулари халӑха пӑлхатса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем еврейсем, 21 вӗсем пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, тытса тӑма та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ». 22 Халӑх та вӗсене хирӗҫ тӑчӗ. Вара хула пуҫлӑхӗсем вӗсен тумтирӗсене хывса илсе вӗсене хулӑпа хӗнеме хушрӗҫ. 23 Чылай хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, тӗрме хуралҫине вӗсене хытӑ сыхлама хушрӗҫ. 24 Ҫакӑн пек хушу илнӗрен тӗрме хуралҫи вӗсене тӗрмен шалти пӳлӗмне хупнӑ, урисене каска тӑхӑнтартса ҫапса лартнӑ.
25 Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Си́ла кӗлтунӑ тата Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакансем вара вӗсене итленӗ. 26 Сасартӑк ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренсе кайнӑ та, тӗрме кисренсе илнӗ. Ҫав самантрах алӑксем пурте уҫӑлса кайнӑ, тӗрмере ларакансем ҫинчи сӑнчӑрсем салтӑнса ӳкнӗ. 27 Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та алӑксем яри уҫӑ пулнине курах кайнӑ. Вара вӑл, тӗрмере ларакансем пурте тухса тарнӑ пулӗ тесе, хӗҫне ярса тытнӑ та хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ. 28 Анчах Павел хыттӑн кӑшкӑрса ярса: «Хӑвна ху нимӗн те ан ту! Эпир пурте кунтах!» — тенӗ. 29 Тӗрме хуралҫи хӑйне ҫутаткӑҫсем пама хушнӑ, вара шала чупса кӗнӗ те, чӗтрекенскер, Павелпа Си́ла умне чӗркуҫленсе ларнӑ. 30 Вӑл вӗсене тӗрмерен илсе тухнӑ та: «Ырӑ ҫыннӑмсем, ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 31 Вӗсем: «Иисус Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ хӑв та, санӑн кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», — тенӗ. 32 Вара ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчи пур ҫынна та Иеговӑн* сӑмахне пӗлтерме пуҫланӑ. 33 Ҫӗр варринчех тӗрме хуралҫи вӗсене хӑйпе пӗрле илсе кайса вӗсен суранӗсене ҫуса тасатнӑ. Унтан вӑл хӑй те, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те тӳрех шыва кӗнӗ. 34 Тӗрме хуралҫи вӗсене хӑйӗн килне илсе пырса вӗсем валли сӗтел хатӗрленӗ. Турра ӗненме пуҫланӑшӑн вӑл хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ.
35 Ирхине хула пуҫлӑхӗсем хӑйсен хуралҫисене тӗрме хуралҫи патне ярса: «Ҫав ҫынсене кӑларса яр», — теме хушнӑ. 36 Тӗрме хуралҫи Павела каланӑ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире иксӗре те кӑларса яма хушрӗҫ. Эппин, тухӑр, чипер кайӑр». 37 Анчах та Павел ҫапла каланӑ: «Пире, Рим гражданӗсене, пӗтӗм халӑх умӗнче судсӑр-мӗнсӗр хулӑпа хӗнесе тӗрмене хупрӗҫ. Халӗ вара вӗсем пире вӑрттӑн кӑларса ярасшӑн-и? Ҫук, килччӗр те хӑйсемех пире кӑларччӑр!» 38 Хуралҫӑсем ҫак сӑмахсене хула пуҫлӑхӗсене кайса каласа панӑ. Лешсем вара Павелпа Си́ла Рим гражданӗсем пулнине пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. 39 Хула пуҫлӑхӗсем пырса вӗсенчен каҫару ыйтнӑ, вара вӗсене тӗрмерен илсе тухнӑ та хуларан тухса кайма ыйтнӑ. 40 Анчах та тӗрмерен тухсан Павелпа Си́ла Ли́дия килне кайнӑ, унта тӑвансене курсан вӗсене хавхалантарнӑ та хуларан тухса кайнӑ.
17 Вӗсем Амфипольпе Аполло́ни урлӑ кайса Фессалоникӑна ҫитнӗ, унта еврейсен синагоги пулнӑ. 2 Яланхи пекех Павел синагогӑна кайнӑ, унта вӑл виҫӗ шӑматкун вӗрентсе ҫынсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшнӑ. 3 Павел Христосӑн асапланмалла тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе ҫирӗплетсе, ӑнлантарса панӑ. Вӑл вӗсене: «Ҫав Христос — эпӗ сире пӗлтерекен Иисус», — тенӗ. 4 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ те Павелпа Си́ла майлӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Турра пуҫҫапакан нумай грек та, чылай ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑм та ӗненнӗ.
5 Анчах та еврейсем, кӗвӗҫсе ҫитнипе, халӑх пуҫтарӑнакан вырӑнтан* ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынсене хӑйсемпе пӗрле илсе ушкӑн пуҫтарнӑ та хулана пӑлхатса янӑ. Вӗсем Ясо́н килне вирхӗнсе кӗрсе Павелпа Силӑна шыранӑ, вӗсене халӑх умне илсе тухасшӑн пулнӑ. 6 Анчах та вӗсем Павелпа Силӑна тупайман. Вара Ясонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, вӗсем ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Ҫак ҫынсем пӗтӗм тӗнчипе халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ! Халӗ акӑ кунта та ҫитрӗҫ. 7 Ясо́н вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ. Вӗсем пурте цезарӗн* законӗсене хирӗҫ пыраҫҫӗ тата Иисус текен урӑх патша пур теҫҫӗ». 8 Ҫак сӑмахсем халӑха та, хула пуҫлӑхӗсене те пӑлхантарса янӑ. 9 Вара Ясонпа тӑвансене залог тӳлеттернӗ те ҫавӑн хыҫҫӑн тин ирӗке кӑларнӑ.
10 Тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верие ӑсатнӑ. Унта ҫитсенех вӗсем еврейсен синагогине кайнӑ. 11 Фессало́ника ҫыннисемпе танлаштарсан, унти ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ лайӑхрах пулнӑ: вӗсем Туррӑн сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ тата хӑйсене мӗн калани тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗрӗслес тесе кашни кун Ҫырӑва тӗпченӗ. 12 Ҫавӑнпа та вӗсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, вӗсем хушшинче чылай ятлӑ-сумлӑ грек хӗрарӑмӗ тата хӑш-пӗр грек арҫыннисем те пулнӑ. 13 Анчах Фессалоникӑри еврейсем, Павел Верире те Туррӑн сӑмахне пӗлтернине пӗлсен, халӑха вӗсене хирӗҫ тӑратас тесе унта пынӑ. 14 Ҫавӑнпа та тӑвансем Павела тӳрех тинӗс хӗррине ӑсатса янӑ, Силӑпа Тимофей вара юлнӑ. 15 Павела ӑсатма кайнисем ӑна Афинӑна ҫитиех ӑсатнӑ, унтан каялла таврӑннӑ. Павел вӗсем урлӑ Силӑпа Тимофея хӑвӑртрах хӑй патне килме хушнӑ.
16 Павел вӗсене Афинӑра кӗтсе пурӑннӑ. Хулара ҫав тери нумай йӗрӗх пулнине курсан вӑл тарӑхнӑ. 17 Вӑл синагогӑра еврейсене тата Турра пуҫҫапакан ҫынсене вӗрентсе вӗсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшнӑ, халӑх пуҫтарӑнакан вырӑнта* тӗл пулакан ҫынсемпе те кашни кун калаҫнӑ. 18 Анчах хӑш-пӗр философсем — эпикуреецсемпе стоиксем — унпа тавлашма пуҫланӑ. Пӗрисем: «Ку сӳпӗлти пире мӗн каласшӑн-ши?» — тенӗ. Теприсем: «Вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», — тенӗ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен тата вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗрен ҫапла каланӑ. 19 Вара ӑна Ареопага илсе пынӑ та каланӑ: «Эсӗ мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ҫинчен калатӑн? Каласа параймастӑн-ши пире? 20 Эсӗ темле ӑнланмалла мар япаласем ҫинчен калаҫатӑн. Пирӗн вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлес килет». 21 (Афи́на ҫыннисем пурте тата унта пурӑнакан* ют ҫӗршыв ҫыннисем те пушӑ вӑхӑтра мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫма е итлеме юратнӑ.) 22 Вара Павел Ареопа́г варрине тухса тӑнӑ та каланӑ:
«Афи́на ҫыннисем, ытти ҫынсемпе танлаштарсан, эсир турӑсенчен ытларах хӑратӑр курӑнать. 23 Сирӗн пуҫҫапмалли вырӑнсене пӑхса ҫӳренӗ чухне эпӗ парне кӳмелли пӗр вырӑна куртӑм, унта „Пӗлмен Турӑ валли“ тесе ҫырнӑччӗ. Эпӗ сире хӑвӑр пӗлмесӗрех пуҫҫапакан Турӑ ҫинчен пӗлтеретӗп те. 24 Тӗнчене тата унта мӗн пуррине тунӑ Турӑ, ҫӗрпе тӳпе Хуҫи пулнӑ май, ҫын аллипе тунӑ храмсенче пурӑнмасть. 25 Ӑна ҫын пулӑшса тӑни те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӑл хӑй пурне те пурнӑҫ та, сывлӑш та, ыттине те парса тӑрать. 26 Вӑл ҫынсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнтармашкӑн пӗр ҫынран мӗнпур халӑха пултарнӑ, хӑҫан мӗн пулмаллине тата ҫынсен ӑҫта пурӑнмаллине палӑртса хунӑ. 27 Турӑ ҫавна ҫынсем хӑйне тӑрӑшса шыраччӑр, тупчӑр тесе тунӑ. Тӗрӗссипе вара, вӑл пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар. 28 Ӑна пула эпир пур, пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр. Сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑсем те: „Эпир пурте унӑн ачисем“, — теҫҫӗ.
29 Апла эпир Туррӑн ачисем пулсан, Турӑ вӑл ылтӑнран, кӗмӗлтен е чултан ӑсталаса тунӑ, ҫынсем хӑйсем шутласа кӑларнӑ япала евӗрлӗ тесе пирӗн шутламалла мар. 30 Ӗлӗк ҫынсем ҫаксене пӗлмесӗрех тунине Турӑ тӳссе тӑнӑ пулин те, халӗ вӑл пур ҫынна та, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, ӳкӗнмелли ҫинчен пӗлтерет. 31 Мӗншӗн тесен вӑл хӑй суйласа илнӗ ҫын урлӑ тӗнчене тӗрӗс суд тӑвас куна палӑртса хунӑ. Ҫав ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе вӑл ҫав кун ҫитессине пур ҫынна та ҫирӗплетсе панӑ».
32 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен илтсен, пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ, теприсем вара: «Ҫакӑн ҫинчен эпир сана тепӗр чухне те итлӗпӗр», — тенӗ. 33 Вара Павел вӗсем патӗнчен кайнӑ. 34 Ҫапах та хӑш-пӗр ҫынсем Павел майлӑ пулса тӑнӑ та ӗненме пуҫланӑ. Вӗсем хушшинче Ареопа́г судӗнчи ҫын Диони́сий, Дама́рь ятлӑ хӗрарӑм тата ыттисем те пулнӑ.
18 Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел Афинӑран кайнӑ та Коринфа ҫитнӗ. 2 Унта вӑл Понтра ҫуралнӑ Аки́ла ятлӑ пӗр еврея тата унӑн арӑмне Прискиллӑна тӗл пулнӑ. Кла́вдий цезарь* еврейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑран Акилӑпа Приски́лла нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ. Павел вӗсем патне пынӑ. 3 Вӗсем, Павел пекех, чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ, вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ. 4 Кашни шӑматкун вӑл синагогӑра сӑмах тухса каланӑ* тата еврейсемпе грексене хӑй калакан хыпара ӗненме ӳкӗтленӗ.
5 Македонирен Силӑпа Тимофей пырсассӑн, Павел Туррӑн сӑмахне пӗлтерме тата ытларах вӑхӑт уйӑрма пуҫланӑ. Павел еврейсене Иисус вӑл Христос тесе ҫирӗплетсе панӑ. 6 Анчах та вӗсем ӑна хирӗҫ тӑнӑ, темтепӗр каласа хӑртнӑ. Вара вӑл тумтирӗ ҫинчи тусанне силлесе* вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫӑлӑнаймасан, хӑвӑрах айӑплӑ пулатӑр.* Эпӗ айӑплӑ мар. Халӗ эпӗ урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп». 7 Вӑл синагогӑран тухса кайнӑ та Турра пуҫҫапакан Ти́тий Иу́ст ятлӑ ҫыннӑн килне пынӑ. (Унӑн килӗ синагогӑпа юнашар пулнӑ.) 8 Ҫапах та синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Ҫӳлхуҫана ӗненме пуҫланӑ. Ырӑ хыпара илтнӗ Кори́нф ҫыннисем те нумайӑшӗ ӗненнӗ те шыва кӗнӗ. 9 Ҫӗрле курӑнура Ҫӳлхуҫа Павела каланӑ: «Ан хӑра! Кала, калама ан чарӑн, 10 мӗншӗн тесен эпӗ санпа пӗрле, сан ҫине никам та тапӑнмӗ, сана сиен тумӗ. Ҫак хулара манӑн нумай ҫын пур». 11 Вара Павел халӑха Турӑ сӑмахне вӗрентсе унта ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ.
12 Галлио́н Аха́йӑн проко́нсулӗ* пулнӑ вӑхӑтра еврейсем хӑйсем хушшинче калаҫса татӑлса Павела ярса тытнӑ та суд тумалли вырӑна илсе пынӑ, 13 вара проконсула каланӑ: «Ҫак ҫын Турра мӗнле пуҫҫапмаллине законра ҫырнӑ пек вӗрентмест». 14 Павел мӗн те пулин калама ӗлкӗричченех Галлио́н еврейсене ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫын япӑх ӗҫ тунӑ пулсан е закона пӑснӑ пулсан, эпӗ сире итленӗ пулӑттӑм. 15 Анчах та эсир сӑмахсем ҫинчен, ятсем ҫинчен, хӑвӑр законӑр ҫинчен тавлашатӑр пулсан, ҫавна хӑвӑрах татса парӑр. Ҫакнашкал ӗҫсенче манӑн судья пулас килмест». 16 Вара вӑл вӗсене ҫавӑнтан хӑваласа янӑ. 17 Унтан вӗсем синагога пуҫлӑхне, Сосфена, ярса тытнӑ та суд тумалли вырӑн умӗнчех хӗнеме пуҫланӑ. Анчах Галлио́н вӗсен хушшине кӗмен.
18 Павел унта тата пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. Унтан тӑвансемпе сывпуллашса карап ҫине ларнӑ та Прискиллӑпа тата Акилӑпа пӗрле Сирие ишсе кайнӑ. Унччен маларах вӑл, Турра сӑмах панӑран, Кенхрейӑра ҫӳҫне кастарнӑ. 19 Эфеса ҫитсен Павел вӗсене хулара хӑварнӑ та хӑй синагогӑна кайнӑ. Унта вӑл еврейсемпе калаҫса вӗсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшнӑ. 20 Вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче пӗр вӑхӑт хушши юлма тархасласа ыйтнӑ, анчах вӑл килӗшмен. 21 Сывпуллашнӑ чухне Павел вӗсене каланӑ: «Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, эпӗ сирӗн пата татах килӗп-ха». Вара вӑл Эфесран караппа ишсе кайса 22 Кесарие ҫитнӗ. Унтан вӑл Иерусалима кайнӑ. Унти пухупа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Антиохие кайнӑ.
23 Антиохире пӗр вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл Галатири тата Фригири хуласем тӑрӑх ҫӳресе вӗренекенсене пурне те ҫирӗплетнӗ.
24 Аполло́с ятлӑ еврей, Александрийӑра ҫуралнӑскер, Эфеса пынӑ. Вӑл ӑста калаҫакан, Ҫырӑва лайӑх пӗлекен ҫын пулнӑ. 25 Аполло́с Иеговӑн* вӗрентӗвне пӗлнӗ.* Вӑл Иоанн шыва кӗмелли ҫинчен мӗн вӗрентнине ҫеҫ пӗлнӗ пулин те, святой сывлӑш хавхалантарнипе Иисус ҫинчен хӗрӳллӗн калаҫнӑ тата тӗп-тӗрӗс вӗрентнӗ. 26 Вӑл синагогӑра хӑюллӑн вӗрентме пуҫланӑ. Ӑна илтсен, Прискиллӑпа Аки́ла ӑна хӑйсем патне чӗннӗ те Туррӑн вӗрентӗвне* тата тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ. 27 Аполло́с Ахайӑна кайма шут тытнӑ, ҫавӑнпа тӑвансем унти вӗренекенсем патне ҫыру ҫырса ярса ӑна хапӑл туса йышӑнма ыйтнӑ. Ахайӑна ҫитсен Аполло́с Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула ӗненме тытӑннисене нумай пулӑшнӑ. 28 Аполло́с, Иисус вӑл Христос пулнине Ҫыру тӑрӑх ҫирӗплетсе парса, халӑх умӗнче пӗтӗм хастарлӑхпа еврейсем тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса панӑ.
19 Аполло́с Коринфра пулнӑ вӑхӑтра Павел тинӗсрен аяккарах вырнаҫнӑ ҫӗрсем урлӑ кайнӑ, вара Эфеса ҫитнӗ. Унта вӑл темиҫе вӗренекене тӗл пулнӑ та 2 вӗсенчен ыйтнӑ: «Ӗненме пуҫласан эсир святой сывлӑш илтӗр-и?» Вӗсем ӑна: «Эпир святой сывлӑш ҫинчен илтмен те», — тенӗ. 3 Вара вӑл: «Эсир шыва мӗнле кӗтӗр?» — тесе ыйтнӑ. «Иоанн вӗрентнӗ пек», — тенӗ вӗсем. 4 Павел каланӑ: «Иоанн ҫынсене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннине кӑтартчӑр тесе шыва кӗртнӗ, тата вӑл хӑй хыҫҫӑн килекене, Иисуса, ӗненме ӳкӗтленӗ». 5 Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе шыва кӗнӗ. 6 Павел вӗсем ҫине ал хурсан, вӗсем святой сывлӑш илнӗ те тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма тата пророкла калаҫма пуҫланӑ. 7 Ҫав арҫынсен шучӗ 12 ҫынна яхӑн пулнӑ.
8 Павел синагогӑна пыра-пыра виҫӗ уйӑх хушши хӑюллӑн вӗрентнӗ: вӑл сӑмах тухса каланӑ тата итлекенсене ӗнентерме тӑрӑшса вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ. 9 Анчах хӑшӗ-пӗрисем ниепле те ӗненесшӗн пулман. Вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулӗ* ҫинчен хурласа калаҫнӑран Павел, вӗренекенсене хӑйпе пӗрле илсе, вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара Тира́нн шкулӗнче кашни кун сӑмах тухса калама пуҫланӑ. 10 Вӑл икӗ ҫул хушши ҫапла вӗрентнӗ. Вара Азире* пурӑнакансем пурте — еврейсем те, грексем те — Ҫӳлхуҫа сӑмахне илтнӗ.
11 Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ. 12 Чирлӗ ҫынсене Павелӑн тутӑрӗсемпе саппунӗсене илсе килсе парсан та, вӗсем сывалнӑ, вӗсен ӑшӗнчен усал сывлӑшсем те тухнӑ. 13 Вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен, демонсене хӑваласа кӑларакан еврейсем те ҫынсен ӑшӗнчен Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма хӑтланнӑ. Вӗсем усал сывлӑшсене: «Павел пӗлтерекен Иисусӑн ячӗпе сире тухма хушатӑп», — тенӗ. 14 Еврейсен Ске́ва ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ те ҫапла тунӑ. 15 Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: «Иисуса эпӗ пӗлетӗп, Павела та паллатӑп, эсир камсем вара?» 16 Унтан ӑшӗнче усал сывлӑш пулнӑ ҫын вӗсем ҫине тапӑннӑ та пӗрин хыҫҫӑн теприне парӑнтарнӑ. Вара лешӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ. 17 Эфесра пурӑнакансем пурте — еврейсем те, грексем те — ҫакӑн ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫан ятне тата ытларах хисеплеме пуҫланӑ. 18 Ҫӳлхуҫана ӗненме пуҫланисенчен нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен, хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен уҫҫӑнах каласа панӑ. 19 Асамлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ чылай ҫын хӑйсен кӗнекисене пӗрле пухса пурин умӗнче те ҫунтарса янӑ. Ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем 50 000 кӗмӗл укҫа тӑнӑ. 20 Иеговӑн* сӑмахӗ ҫавнашкал хӑватлӑн сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ тата ҫынсем ҫине вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳнӗ.
21 Ҫак ӗҫсем пулса иртсен, Павел Македонипе Аха́йя урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимра пулнӑ хыҫҫӑн манӑн Рима та ҫитсе курмалла», — тенӗ вӑл. 22 Павел хӑйне пулӑшса тӑракансенчен иккӗшне, Тимофейпа Эраста, Македоние янӑ, хӑй вара пӗр вӑхӑтлӑха Азирех* юлнӑ.
23 Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа ҫулӗ* пирки пысӑк пӑлхав тухнӑ. 24 Димитрий ятлӑ кӗмӗлпе ӗҫлекен пӗр ӑстаҫӑ Артеми́да храмӗ евӗрлӗ пӗчӗк храмсене ӑсталаса пурӑннӑ, ҫав ҫынна пула ӑстаҫӑсем самаях тупӑш илсе тӑнӑ. 25 Вӑл ҫав тата ытти ӑстаҫӑсене пухнӑ та каланӑ: «Тусӑмсем, эпир тулӑх пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 26 Тата хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел ҫын аллипе тунӑ турӑсем чӑннипе турӑсем мар тет, ҫавна вӑл Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Азире тенӗ пекех нумай ҫынна ӗнентерчӗ. 27 Ҫавна пула пирӗн ӗҫ хисепрен тухма пултарать. Анчах ку ҫеҫ мар-ха, аслӑ Артеми́да туррӑн храмӗ те пӑрахӑҫа тухма пултарать. Ҫапла вара пӗтӗм Ази, пӗтӗм тӗнче пуҫҫапса тӑракан Артеми́дӑн чапӗ пӗтсе ларӗ». 28 Ҫакна илтсен вӗсем урса кайнӑ та: «Эфе́с Артемиди аслӑ!» — тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
29 Пӗтӗм хула пӑтранма пуҫланӑ, пурте амфитеатра талпӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле Павелпа ҫӳрекен Македони ҫыннисене, Гайпа Аристарха, сӗтӗрсе кайнӑ. 30 Павел унта кайса халӑх умне тухасшӑн пулнӑ, анчах вӗренекенсем ӑна яман. 31 Уявсемпе вӑйӑсене ирттерекенсенчен хӑшӗ-пӗрисем те, Павелпа туслӑ пулнӑскерсем, ун патне ҫын ярса: «Унта кайса хӑвна хӑрушлӑха кӗртсе ан ӳкер», — тесе тархасланӑ. 32 Унта пухӑннисем хушшинче ним йӗрки те пулман: пӗрисем — пӗр тӗрлӗ, теприсем тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, нумайӑшӗ вара мӗншӗн пухӑннине те пӗлмен. 33 Еврейсем Александр ятлӑ пӗр ҫынна халӑх умне тӗртсе кӑларса тӑратнӑ. Вӑл аллипе паллӑ кӑтартнӑ та халӑха сӑмах каласшӑн пулнӑ. 34 Анчах та вӑл еврей иккенне ӑнланса илсен ҫынсем пурте пӗр харӑс: «Эфе́с Артемиди аслӑ!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫапла вӗсем икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ.
35 Юлашкинчен хула пуҫлӑхӗ халӑха лӑплантарнӑ та ҫапла каланӑ: «Эфе́с ҫыннисем, Эфе́с хули аслӑ Артеми́дӑн храмне тата тӳперен ӳкнӗ ун кӗлеткине сыхласа тӑракан хула пулнине кам пӗлмест? 36 Кун пирки тавлашмалли те ҫук. Эппин, сирӗн лӑпкӑ пулмалла, шухӑшламасӑр нимӗн те тумалла мар. 37 Эсир кунта илсе килнӗ ҫынсем храма та ҫаратман, пирӗн турра та хурламан. 38 Енчен те Димитрийпе ытти ӑстаҫӑсем кама та пулин айӑпласшӑн пулсан, ҫакӑн валли суд тумалли кунсем тата проконсулсем* пур — пӗр-пӗрне судра айӑплаччӑр. 39 Сирӗн мӗнле те пулин урӑх ыйту пур пулсан, ҫавна законлӑ майпа пуҫтарнӑ пухура татса памалла. 40 Унсӑрӑн паян мӗн пулса иртнишӗн пире пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑр ҫапла пухӑннӑшӑн эпир тӳрре тухаймастпӑр». 41 Ҫакна каласан вӑл пухӑннӑ халӑха салатса янӑ.
20 Халӑх пӑлханма чарӑнсан, Павел вӗренекенсене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене хавхалантарнӑ, унтан вӗсемпе сывпуллашса Македоние тухса кайнӑ. 2 Унти ҫӗрсем урлӑ кайнӑ чухне вӑл вӗренекенсене нумай хавхалантарнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Грецие ҫитнӗ. 3 Вӑл унта виҫӗ уйӑх пурӑнсан Сирие тинӗспе таврӑнасшӑн пулнӑ. Анчах еврейсем хӑйне вӗлерме кавар тунине пӗлсен, вӑл Македони урлӑ кайма шут тытнӑ. 4 Унпа пӗрле Пирӑн, Ве́ри ҫыннин, ывӑлӗ Сопа́тр, Фессало́ника ҫыннисем Аристархпа Секу́нд, Де́рви ҫынни Гай, Тимофей тата Ази* ҫыннисем Тихикпа Трофим пынӑ. 5 Вӗсем маларах кайса пире Троадӑра кӗтсе тӑчӗҫ. 6 Эпир вара, Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсен, Филиппӑран тинӗспе ишсе кайрӑмӑр та тепӗр пилӗк кунран вӗсем патне Троадӑна ҫитрӗмӗр, унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
7 Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пӗрле апатланма пуҫтарӑнтӑмӑр. Павелӑн тепӗр кунне ҫула тухмалла пулнӑран вӑл вӗренекенсем умне сӑмах тухса каларӗ, вӑл ҫур ҫӗр ҫитичченех калаҫрӗ. 8 Эпир пуҫтарӑннӑ ҫӳлти пӳлӗмре нумай ҫутаткӑҫ ҫунатчӗ. 9 Чӳрече янахӗ ҫинче Евти́х ятлӑ пӗр ҫамрӑк ларатчӗ. Павел калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл ҫывӑрсах кайнӑ, вара виҫҫӗмӗш хутран персе анчӗ. Ун патне пычӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ. 10 Павел аяла анчӗ те пӗшкӗнсе ӑна ыталаса илсе: «Ан пӑшӑрханӑр, вӑл чӗрӗ», — терӗ. 11 Унтан вӑл каялла хӑпарчӗ те, ҫӑкӑр хуҫса*, ҫиме пуҫларӗ. Ҫапла вӑл чылайччен, тул ҫутӑличченех, калаҫрӗ, кайран ҫула тухса кайрӗ. 12 Хайхи ҫамрӑка вара, вӑл чӗрӗ пулнӑран калама ҫук хытӑ савӑнса, килне ӑсатса ячӗҫ.
13 Эпир карап ҫине лартӑмӑр та Асс хулине ишсе кайрӑмӑр, Павел вара унта ҫуран кайма шут тытрӗ. Пирӗн ӑна хамӑрпа пӗрле ҫав хуларан илсе каймаллаччӗ, вӑл хӑй пире ҫапла хушса хӑварнӑччӗ. 14 Унпа Асра тӗл пулсан эпир ӑна хамӑрпа пӗрле илтӗмӗр те Митилинӑна ишсе кайрӑмӑр. 15 Тепӗр кунне унтан ишсе кайса эпир Хиоса ҫитрӗмӗр, тата тепӗр кунне Самосра чарӑнса тӑтӑмӑр, виҫҫӗмӗш кунне вара эпир Милета ҫитрӗмӗр. 16 Азире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Эфеса кӗрсе тӑрас темерӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иерусалима васкарӗ, вӑл унта Аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне ҫитме ӗлкӗресшӗнччӗ.
17 Вӑл пухӑвӑн старейшинисене хӑй патне чӗнме Милетран Эфеса ҫын ячӗ. 18 Вӗсем ун патне пырсан, вӑл вӗсене каларӗ: «Эпӗ Азие килнӗ кунранпа сирӗн хушшӑрта хама мӗнле тытнине эсир лайӑх пӗлетӗр: 19 хама кӗҫӗне хурса, куҫҫуль юхтарса, еврейсен каварӗсене пула йывӑрлӑхсем тӳссе эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн чура пек ӗҫлесе тӑтӑм. 20 Эпӗ сирӗншӗн мӗн усӑллӑ пулма пултарнине йӑлтах каларӑм, каламасӑр тӑмарӑм. Сире халӑх умӗнче те, килтен киле ҫӳресе те вӗрентрӗм. 21 Ҫирӗплетӳсем илсе парса* эпӗ еврейсене те, грексене те хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнме, Турӑ енне ҫаврӑнма тата Иисус Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме ӳкӗтлерӗм. 22 Халӗ ӗнтӗ, святой сывлӑш хушнине пӑхӑнса, эпӗ Иерусалима каятӑп, унта вара хама мӗн кӗтнине пӗлместӗп. 23 Ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: мана тӗрмепе асапсем кӗтни ҫинчен святой сывлӑш мана кашни хуларах пӗлтерсе тӑрать. 24 Маншӑн вара хамӑн пурнӑҫ пӗртте хаклӑ мар, манӑн хамӑн ҫула чупса тухасчӗ ҫеҫ тата Иисус Ҫӳлхуҫа хама хушнӑ ӗҫе — Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерес ӗҫе — туса пӗтересчӗ ҫеҫ.
25 Эпӗ ҫакна пӗлетӗп: эсир пурте — эпӗ Патшалӑх ҫинчен пӗлтернисем — мана урӑх нихӑҫан та кураймӑр. 26 Ҫавӑнпа та эпӗ сире паян ҫакна ҫирӗплетсе пама ыйтатӑп: эпӗ никам юнӗшӗн те айӑплӑ мар, 27 мӗншӗн тесен эпӗ сире Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен мӗн каламаллине пӗтӗмпех каларӑм, каламасӑр тӑмарӑм. 28 Хӑвӑра хӑвӑр та, пӗтӗм кӗтӗве те асӑрхасах тӑрӑр. Святой сывлӑш сире ҫав кӗтӗве пӑхса тӑраканӗсем пулма, Турӑ пухӑвӗн кӗтӳҫисем пулма суйласа лартнӑ, Турӑ вара ӑна хӑйӗн Ывӑлӗн юнӗпе тӳлесе илнӗ. 29 Эпӗ пӗлетӗп: эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушша тискер кашкӑрсем кӗрӗҫ, вӗсем кӗтӗве хӗрхенсе тӑмӗҫ. 30 Хӑвӑр хушшӑрта та вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каймашкӑн чӑнлӑха пӑсса вӗрентекенсем пулӗҫ.
31 Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, эпӗ сирӗнтен кашнине виҫӗ ҫул хушши куҫҫуль юхтарса кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнине асра тытӑр. 32 Халӗ вара эпӗ сире Туррӑн аллине тата унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан сӑмахӗн хӳттине шанса парса хӑваратӑп. Унӑн сӑмахӗ сире ҫирӗплетӗ тата сӑваплӑ ҫынсене пама шантарнӑ еткере илме май парӗ. 33 Эпӗ никамран та хам валли кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир те ыйтмарӑм. 34 Хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, хама тата хампа пӗрле ҫӳрекенсене мӗн кирлине эпӗ хам аллӑмпах ӗҫлесе илтӗм. 35 Хамӑн тӗслӗхпе эпӗ сире ҫапла тӑрӑшса ӗҫлемеллине, халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине тата Иисус Ҫӳлхуҫан сӑмахне асра тытмаллине кӑтартса патӑм. Вӑл хӑй: „Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать“, — тенӗ».
36 Ҫакна каласан Павел ыттисемпе пӗрле чӗркуҫленсе ларнӑ та вӗсемпе пӗрле кӗлтунӑ. 37 Ҫавӑн чухне пурте йӗрсе янӑ, Павела ытала-ытала чуптунӑ. 38 Пуринчен ытла вӗсене «эсир мана урӑх кураймӑр» тени хурлантарса янӑ. Кайран вӗсем ӑна карап патне ҫитичченех ӑсатса янӑ.
21 Вӗсемпе сывпуллашсан эпир карап ҫине лартӑмӑр та тӳрех Коса кайрӑмӑр. Тепӗр кунне эпир Родоса, унтан Патарӑна ҫитрӗмӗр. 2 Унта Финикийӑна каякан карап тупрӑмӑр та ун ҫине ларса малалла кайрӑмӑр. 3 Кипр курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑварса Сири еннелле ишсе кайрӑмӑр. Карап ҫинчи тиеве Тирта пушатмалла пулнӑран эпир унта чарӑнса тӑтӑмӑр. 4 Эпир Тирта вӗренекенсене шыраса тупрӑмӑр та вӗсем патӗнче ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Святой сывлӑш пӗлтернипе вӗсем Павела Иерусалима ан кай тесе пӗрре анчах мар каларӗҫ. 5 Кайма вӑхӑт ҫитсен, эпир каллех ҫула тухрӑмӑр. Вӗсем пурте, хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе пӗрле, пире порта ҫитиех ӑсатса ячӗҫ. Унта эпир чӗркуҫленсе ларса кӗлтурӑмӑр та 6 пӗр-пӗринпе сывпуллашрӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем вара килӗсене таврӑнчӗҫ.
7 Тиртан эпир Птолемаидӑна ишсе ҫитрӗмӗр, унта тӑвансемпе тӗл пултӑмӑр та вӗсем патӗнче пӗр кун пурӑнтӑмӑр. 8 Тепӗр кунне эпир ҫула тухрӑмӑр та Кесарие ҫитрӗмӗр. Унта эпир ырӑ хыпар саракан Филипӑн килӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр, вӑл ҫиччӗшӗнчен пӗриччӗ. 9 Унӑн пророкла калаҫакан качча кайман тӑватӑ хӗр пурччӗ. 10 Эпир вӗсем патӗнче чылай кун пурӑнсан, Иудейӑран Ага́в пророк килчӗ. 11 Вӑл пирӗн пата пырсан, Павелӑн пиҫиххине илчӗ те хӑйӗн алли-урине ҫыхса ҫапла каларӗ: «Святой сывлӑш акӑ мӗн калать: „Ҫак пиҫиххин хуҫине еврейсем Иерусалимра ҫапла тытса ҫыхӗҫ те урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ“». 12 Ҫакна илтсен эпир те, унта пурӑнакан тӑвансем те Павела Иерусалима ан кай тесе тархаслама пуҫларӑмӑр. 13 Павел вара каларӗ: «Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн макӑратӑр? Мӗншӗн мана хам тытнӑ шухӑшран пӑрса ярасшӑн тӑрӑшатӑр*? Эпӗ хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр». 14 Эпир ӑна ӳкӗте кӗртеймерӗмӗр, вара тек ҫине тӑмарӑмӑр*. «Иеговӑн* ирӗкӗ пултӑр», — терӗмӗр.
15 Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир ҫула пуҫтарӑнтӑмӑр та Иерусалима тухса кайрӑмӑр. 16 Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ. Вӗсем пире Мнасо́н ятлӑ Кипр ҫыннин килне илсе кайрӗҫ, пирӗн ун патӗнче пурӑнмаллаччӗ. (Вӑл малтанхи вӗренекенсенчен пӗри пулнӑ.) 17 Эпир Иерусалима ҫитсен, тӑвансем пире хапӑл туса ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. 18 Тепӗр кунне Павел пирӗнпе пӗрле Иаков патне кайрӗ, унта старейшинӑсем пурте пуҫтарӑнчӗҫ. 19 Павел вӗсене саламларӗ те хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ урлӑ Турӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.
20 Павела итлесе пӗтерсен вӗсем Турра мухтама пуҫларӗҫ, унтан Павела каларӗҫ: «Тӑванӑм, куратӑн-и, еврейсем пинӗ-пинӗпех ӗненчӗҫ! Вӗсем пурте — законшӑн ҫунса тӑракан ҫынсем. 21 Анчах вӗсем патне сан ҫинчен сӑмах ҫитнӗ. Эсӗ урӑх халӑхсем хушшинче пурӑнакан еврейсене ачисен ӳтне кастарма тата йӑласене тытса тӑма чарса Моисей законне хирӗҫлесе вӗрентетӗн тесе калаҫкаланине илтнӗ вӗсем. 22 Апла пирӗн мӗн тумалла-ши? Вӗсем эсӗ килнине пӗлӗҫҫех. 23 Ҫавӑнпа эпир мӗн каланине тусам. Пирӗн хушӑра Турра сӑмах панӑ тӑватӑ ҫын пур. 24 Кай та вӗсемпе пӗрле тасалмалли йӑла-йӗркене туса ирттер тата вӗсем хӑйсен ҫӳҫӗсене кастарччӑр тесе вӗсен тӑкакӗсене саплаштар. Вара пурте сан ҫинчен илтнӗ сӑмах тӗрӗс мар пулнине тата эсӗ унчченхи пекех закона тытса тӑнине пӗлӗҫ. 25 Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисене вара эпир хамӑр тунӑ йышӑну ҫинчен ҫыру ҫырса ятӑмӑр: вӗсен йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернӗ* выльӑхӑн ашне ҫиессинчен тата аскӑнлӑхран* сыхланмалла терӗмӗр».
26 Тепӗр кунне Павел кайрӗ те ҫав арҫынсемпе пӗрле тасалмалли йӑла-йӗркене туса ирттерчӗ, вара тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленесси ҫинчен тата вӗсемшӗн кашнишӗн хӑҫан парне кӳресси ҫинчен пӗлтерме храма кӗчӗ.
27 Тасалмалли ҫичӗ кун вӗҫленсе пынӑ чухне Азири* еврейсем Павела храмра курнӑ та халӑха ӑна хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе ӑна ярса тытнӑ. 28 «Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем. — Ҫак ҫын пирӗн хулана, пирӗн закона тата ҫак вырӑна хурлакан вӗрентӗве пур ҫӗрте те сарса ҫӳрет. Ҫитменнине тата, вӑл храма грексене илсе килсе ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ». 29 Кӑшт маларах вӗсем Павела хулара Трофим ятлӑ Эфе́с ҫыннипе пӗрле курнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Павел ӑна храма илсе килнӗ тесе шутланӑ. 30 Пӗтӗм хула пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем храма чупса пынӑ та Павела ярса тытса ӑна унтан сӗтӗрсе тухнӑ; алӑксене вара тӳрех хупса хунӑ. 31 Вӗсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, анчах пӗтӗм Иерусалим пӑлханма пуҫлани ҫинчен пин салтак пуҫлӑхне* пӗлтернӗ, 32 вара вӑл салтаксемпе ҫӗр салтак пуҫлӑхӗсене* хӑйпе пӗрле илнӗ те тӳрех ҫынсем пуҫтарӑннӑ ҫӗре чупса кайнӑ. Пин салтак пуҫлӑхне тата салтаксене курсан, ҫынсем Павела хӗнеме чарӑннӑ.
33 Пин салтак пуҫлӑхӗ Павел патне пынӑ та ӑна арестлесе икӗ сӑнчӑрпа сӑнчӑрлама хушнӑ. Унтан вӑл: «Мӗнле ҫын ку? Мӗн турӗ вӑл?» — тесе ыйтнӑ. 34 Халӑх хушшинче пӗрисем пӗр тӗрлӗ, теприсем тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Шавлӑ пулнӑран вӑл чӑннипе мӗн пулнине пӗлеймен, ҫавӑнпа Павела казармӑна илсе кайма хушнӑ. 35 Анчах Павел картлашка тӑрӑх хӑпарнӑ чухне, халӑх ҫав тери урса кайнӑран, салтаксен ӑна йӑтса хӑпарма тивнӗ. 36 Халӑх вара хыҫалтан: «Вӗлермелле ӑна!» — тесе кӑшкӑрса пынӑ.
37 Казармӑна кӗрес умӗн Павел пин салтак пуҫлӑхӗнчен: «Манӑн сана пӗр сӑмах калама юрать-и?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ тӗлӗнсе: «Эсӗ грекла пӗлетӗн-им? — тенӗ. — 38 Нумаях пулмасть пӑлхав ҫӗклесе 4 000 ҫынна* пушхире ертсе кайнӑ Египет ҫынни эсӗ мар эппин?» 39 Вара Павел каланӑ: «Эпӗ еврей, Киликийӑри пурте лайӑх пӗлекен Тарс хулин ҫынни*. Тархасшӑн, мана халӑх умӗнче сӑмах калама ирӗк парсам». 40 Лешӗ ирӗк панӑ. Вара Павел картлашка ҫинчен аллипе паллӑ кӑтартса халӑха шӑпланма ыйтнӑ. Пурте шӑплансан, вӑл еврейла ҫапла калама пуҫланӑ:
22 «Тӑвансем, аттесем, эпӗ хама хӳтӗлесе мӗн каланине итлӗр-ха». 2 Павел хӑйсемпе еврейла калаҫа пуҫланине илтсен вӗсем тата ытларах шӑпланнӑ. Вӑл каланӑ: 3 «Эпӗ еврей, Киликийӑри Тарсра ҫуралнӑ. Эпӗ кунта, Иерусалимра, Гамалии́л патӗнче* пӗлӳ илнӗ. Мана мӑн асаттесен законне ҫирӗп тытса тӑма вӗрентнӗ, эпӗ Турӑшӑн сирӗн пекех хастаррӑн ӗҫлесе тӑратӑп. 4 Эпӗ ҫак Ҫулпа* ҫӳрекенсене — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те — хӗсӗрлерӗм, вӗсене арестлесе тӗрмене хуптартӑм, хӑшне-пӗрне вӗлерттертӗм те. 5 Ҫакна чи аслӑ священник та, пӗтӗм старейшинӑсен Совечӗ те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Эпӗ вӗсенчен Дамаскри тӑвансене кӑтартма ҫырусем илтӗм, вара унта ҫак Ҫулпа ҫӳрекенсене арестлес тесе тата вӗсене наказани партарма Иерусалима илсе килес тесе ҫула тухрӑм.
6 Анчах та эпӗ Дамаска ҫывхарса пынӑ чухне кӑнтӑрла тӗлӗнче сасартӑк мана тӳперен вӑйлӑ ҫутӑ ҫутатса ячӗ. 7 Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама: „Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн?“ — текен сасӑ илтрӗм. 8 Эпӗ унран: „Хуҫам, кам эсӗ?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл вара мана: „Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Назаре́т Иисусӗ“, — терӗ. 9 Манпа пӗрле пыракан ҫынсем ҫутта курнӑ, анчах манпа калаҫаканӑн сассине илтмен. 10 Вара эпӗ: „Хуҫам, манӑн мӗн тумалла?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл мана: „Тӑр та Дамаска кай, унта сана мӗн тумаллине пӗтӗмпех калӗҫ“, — терӗ. 11 Ҫутӑ ҫав тери вӑйлӑ пулнӑран эпӗ ним курми пултӑм, ҫавӑнпа мана Дамаска хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе ҫитерчӗҫ.
12 Унта Турӑран хӑракан, закона тытса тӑракан Ана́ния ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Ӑна Дамаскри еврейсем пурте хисепленӗ. 13 Вӑл ман пата пычӗ те ман ҫума тӑрса ҫапла каларӗ: „Савл, тӑванӑм, каллех куракан пул!“ Вара эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. 14 Ана́ния каларӗ: „Пирӗн мӑн асаттесен Турри сана хӑйӗн ирӗкне пӗлме, Тӳрӗскере курма тата унӑн сассине илтме суйласа илчӗ, 15 мӗншӗн тесен эсӗ ун ҫинчен каласа пӗлтерекен* пулӑн, ҫынсене пурне те хӑв мӗн курни-илтни ҫинчен каласа парӑн. 16 Эппин, мӗншӗн санӑн тӑхтаса тӑмалла? Тӑр та шыва кӗр, ун ятне ӗненсе хӑвӑн ҫылӑхусенчен тасал“.
17 Унтан, Иерусалима таврӑнсан, храмра кӗлтуса тӑнӑ чухне эпӗ курӑну куртӑм. 18 Курӑнура Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: „Васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай, мӗншӗн тесен эсӗ ман ҫинчен каласа кӑтартнине кунта йышӑнмӗҫ“. 19 Эпӗ вара каларӑм: „Ҫӳлхуҫа, эпӗ сана ӗненекенсене тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче хӗненине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. 20 Сан ҫинчен каласа пӗлтерекен Стефанӑн юнне тӑкнӑ чухне те эпӗ унта пултӑм, ӑна вӗлернине ырласа, вӗлерекенсенӗн ҫиелти тумтирӗсене сыхласа тӑтӑм“. 21 Ҫапах та вӑл мана каларӗ: „Кай, эпӗ сана инҫете, урӑх халӑхсем патне ярӑп“».
22 Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлесе тӑнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫапла кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Ҫак ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтерӗр! Вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар!» 23 Вӗсем ҫаплах кӑшкӑрашса, тумтирӗсене ывӑта-ывӑта ҫӳлелле тусан сапса тӑнӑ. 24 Вара пин салтак пуҫлӑхӗ*, халӑх Павела мӗншӗн вӗлересшӗн пулнине пӗлес тесе, ӑна казармӑна илсе кайса чӗн пушӑпа хӗнесе ыйтса тӗпчеме хушнӑ. 25 Анчах Павела чӗн пушӑпа хӗнемешкӗн ҫыхса хурсан, вӑл хӑйпе юнашар тӑракан ҫӗр салтак пуҫлӑхне* каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме сирӗн ирӗк пур-им?» 26 Ҫакна илтсен ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ пин салтак пуҫлӑхӗ патне кайнӑ та каланӑ: «Мӗн тӑватӑн эсӗ? Ҫак ҫын Рим гражданинӗ вӗт». 27 Вара пин салтак пуҫлӑхӗ Павел патне пынӑ та ыйтнӑ: «Кала-ха, эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» — «Чӑнах та», — тенӗ Павел. 28 Пин салтак пуҫлӑхӗ каланӑ: «Эпӗ Рим гражданлӑхне пысӑк укҫа парса илтӗм». — «Эпӗ вара мӗн ҫуралнӑранпах Рим гражданинӗ», — тенӗ Павел.
29 Павела ыйтса тӗпчеме хатӗрленнӗ салтаксем тӳрех ун патӗнчен пӑрӑннӑ. Пин салтак пуҫлӑхӗ вара Рим гражданинне сӑнчӑрланӑшӑн хӑрасах ӳкнӗ.
30 Тепӗр кунне пин салтак пуҫлӑхӗ, еврейсем Павела мӗншӗн вӗлересшӗн пулнине тӗплӗнрех пӗлес тесе, унӑн сӑнчӑрӗсене вӗҫерттернӗ те аслӑ священниксене тата пӗтӗм Синедриона пуҫтарӑнма хушнӑ. Унтан вӑл Павела вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ.
23 Павел Синедрио́н ҫыннисем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Тӑвансем, эпӗ ку таранчченех Турӑ умӗнче таса совеҫпе пурӑнтӑм». 2 Вара чи аслӑ священник Ана́ния Павелпа юнашар тӑракансене ӑна тутинчен ҫапма хушнӑ. 3 Павел вара ӑна каланӑ: «Эй шуратнӑ стена, сана хӑвна Турӑ ҫапӗ! Эсӗ кунта мана закон тӑрӑх суд тума ларатӑн, хӑв вара мана ҫапма хушса закона пӑсатӑн». 4 Павелпа юнашар тӑракансем: «Эсӗ Туррӑн чи аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха?» — тенӗ. 5 Павел каланӑ: «Тӑвансем, вӑл чи аслӑ священник иккенне эпӗ пӗлмен. Ҫырура „Хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне ан хурла“ тесе ҫырнӑ вӗт».
6 Синедрионра пӗрисем — саддукейсем, теприсем фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Тӑвансем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ. Мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ». 7 Вӑл ҫакна каласан, фарисейсемпе саддукейсем тавлашсах кайнӑ, вара пуху пайланса кайнӑ. 8 (Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ, фарисейсем вара ҫаксем пурте пур теҫҫӗ.) 9 Пухӑннисем кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Закона вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем тӑнӑ та хӗрсе кайсах тавлашма пуҫланӑ, вӗсем каланӑ: «Эпир ҫак ҫын ним япӑххине те туман тесе шутлатпӑр. Унпа сывлӑш е ангел калаҫнӑ пулсан вара...» 10 Тавлашу тата ытларах хӗрсе кайнӑран пин салтак пуҫлӑхӗ*, тавлашакансем Павела туртса ҫурасран хӑраса, салтаксене ӑна вӗсен хушшинчен илсе тухса казармӑна илсе кайма хушнӑ.
11 Ҫав каҫ Павела Ҫӳлхуҫа курӑннӑ та каланӑ: «Хӑюллӑ пул! Эсӗ ман ҫинчен Иерусалимра тӗплӗн каласа пӗлтернӗ пек, санӑн ман ҫинчен Римра та ҫаплах каласа пӗлтермелле».
12 Тул ҫутӑлсан, еврейсем Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ҫимӗпӗр те, ӗҫмӗпӗр те тесе тупа тунӑ. 13 Ҫапла тупа тӑвакансем 40-ӗн ытла пулнӑ. 14 Вӗсем аслӑ священниксемпе старейшинӑсем патне кайнӑ та каланӑ: «Эпир Павела вӗлермесӗр нимӗн те ҫимӗпӗр тесе тупа турӑмӑр. 15 Ҫавӑнпа та эсир Синедрионпа пӗрле, ун ӗҫне тӗплӗнрех пӗлесшӗн пек пулса, пин салтак пуҫлӑхне ӑна хӑвӑр пата илсе килме ыйтӑр. Эпир вара ӑна вӑл кунта ҫитичченех ҫул ҫинче вӗлерӗпӗр».
16 Вӗсем пытанса ларса Павел ҫине сасартӑк тапӑнма шут тытни ҫинчен Павел аппӑшӗн* ывӑлӗ илтнӗ. Вӑл казармӑна кайса ҫакӑн ҫинчен Павела пӗлтернӗ. 17 Вара Павел ҫӗр салтак пуҫлӑхӗсенчен* пӗрне чӗнсе илнӗ те: «Ҫак ҫамрӑка пин салтак пуҫлӑхӗ патне илсе кай-ха. Унӑн ӑна темӗскер каламалли пур», — тенӗ. 18 Вӑл ӑна пин салтак пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ та каланӑ: «Сӑнчӑрланӑ Павел мана чӗнсе илсе ҫак ҫамрӑка сан патна илсе килме каларӗ. Унӑн сана темӗскер каламалли пур». 19 Пин салтак пуҫлӑхӗ ӑна аллинчен тытса айккинелле илсе кайнӑ та: «Эсӗ мана мӗн каласшӑн?» — тесе ыйтнӑ. 20 Лешӗ каланӑ: «Еврейсем ҫапла тума калаҫса татӑлнӑ: вӗсем Павелӑн ӗҫне тӗплӗнрех пӗлесшӗн пек пулса ыран ӑна Синедриона илсе килме ыйтасшӑн санран. 21 Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен 40 ытла ҫын пытанса ларса ун ҫине сасартӑк тапӑнасшӑн. Вӗсем ӑна вӗлермесӗр ҫимӗпӗр те, ӗҫмӗпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем эсӗ ирӗк парасса ҫеҫ кӗтсе тӑраҫҫӗ». 22 Пин салтак пуҫлӑхӗ вара: «Эсӗ мана ҫакӑн ҫинчен каласа панине никама та ан кала», — тенӗ те ҫамрӑка кӑларса янӑ.
23 Унтан вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхӗсенчен иккӗшне чӗнсе илсе ҫапла хушнӑ: «200 салтак, 70 юланутҫӑ тата сӑнӑпа ҫӳрекен 200 салтак пухӑр. Вӗсем каҫхи тӑхӑр сехетре* Кесарие кайма хатӗр тӑччӑр. 24 Тата Павела Фе́ликс пуҫлӑх* патне тӗрӗс-тӗкелех илсе ҫитермешкӗн ӑна валли лашасем хатӗрлӗр». 25 Унтан вӑл ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ:
26 «Эпӗ, Кла́вдий Ли́сий, сана, хисеплӗрен те хисеплӗ Фе́ликс пуҫлӑха, сывлӑх сунатӑп! 27 Еврейсем ҫак ҫынна тытса ӑна вӗлерме хатӗрленнӗччӗ, анчах та эпӗ хамӑн салтаксемпе пытӑм та, вӑл Рим гражданинӗ пулнине пӗлсен, ӑна хӑтартӑм. 28 Ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлес тесе эпӗ ӑна вӗсен Синедрионне илсе пытӑм. 29 Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен законӗ тӗлӗшӗпе айӑплаҫҫӗ, анчах та вӗлермелӗх е сӑнчӑрламалӑх вӑл нимӗн те туман. 30 Ҫак ҫынна хирӗҫ кавар тунине пӗлсен вара эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна леҫтертӗм. Ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта каласа пама хушрӑм».
31 Ҫапла вара салтаксем, хӑйсене хушнине туса, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе ҫитернӗ. 32 Тепӗр кунне ӑна малалла юланутҫӑсем кӑна ӑсатнӑ, ытти салтаксем вара казармӑна таврӑннӑ. 33 Кесарие ҫитсен юланутҫӑсем ҫырӑва пуҫлӑха панӑ та ун умне Павела тӑратнӑ. 34 Ҫырӑва вуласа тухсан, пуҫлӑх Павелран вӑл хӑш ҫӗрти ҫын пулнине ыйтнӑ. Вӑл Килики́я ҫынни пулнине пӗлсен, 35 пуҫлӑх ҫапла каланӑ: «Хӑвна айӑплакансем килсен эпӗ сана итлесе пӑхӑп». Унтан ӑна И́род керменне* хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.
24 Тепӗр пилӗк кунран чи аслӑ священник, Ана́ния, ҫитнӗ. Унпа пӗрле старейшинӑсем тата Терту́лл ятлӑ ӑста калаҫакан* пулнӑ. Вӗсем Павела айӑпламашкӑн пуҫлӑх умне пырса тӑнӑ. 2 Тертула чӗнсен, вӑл Фе́ликс умӗнче Павела айӑпласа ҫапла калама пуҫланӑ:
«Хисеплӗрен те хисеплӗ Фе́ликс! Сана пула эпир мирлӗ пурӑнатпӑр, эсӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ертсе пынине пула халӑх пурнӑҫне лайӑхлатакан улшӑнусем пулса пыраҫҫӗ. 3 Ҫаксемшӗн пуриншӗн те эпир сана ялан тем пекех тав тӑватпӑр. 4 Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар. Тархасшӑн, яланхи пекех ырӑ кӑмӑллӑ пулса пире итлеме кӑштах вӑхӑт уйӑрсам. 5 Ҫак ҫын пирки эпир сана акӑ мӗн каласшӑн: вӑл ерекен чир пек хӑрушӑ*, пӗтӗм тӗнчери еврейсем хушшинче пӑлхавсем ҫӗклет тата вӑл назаретсен сектин пуҫлӑхӗ. 6 Вӑл храма та ирсӗрлетме хӑтланчӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна ярса тытрӑмӑр та. 7 ——* 8 Эсӗ ӑна ыйтса тӗпчесен, эпир ӑна айӑплани пӗтӗмпех тӗрӗс пулнине хӑвах курӑн».
9 Еврейсем те Павела айӑпланипе килӗшсе чӑнах та ҫапла пулнӑ тесе каланӑ. 10 Фе́ликс, пуҫне сулса, Павела калаҫма ирӗк панӑ, вара лешӗ каланӑ:
«Эсӗ ҫак халӑха нумай ҫул хушши суд тунине эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫавӑнпа эпӗ хама сан умӑнта хаваспах хӳтӗлӗп. 11 Пӗр 12 кун каялла эпӗ Иерусалима Турра пуҫҫапма пытӑм, ҫакна эсӗ хӑв та тӗрӗслесе пӑхма пултаратӑн. 12 Эпӗ кампа та пулин храмра тавлашнине, синагогӑсенче е хулара халӑха пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнине никам та курман. 13 Халӗ вӗсем мана мӗн пирки айӑплаҫҫӗ, ҫавна нимӗнпе те ҫирӗплетсе параймаҫҫӗ. 14 Чӑнах, эпӗ вӗсем секта вӗрентӗвӗ текен вӗрентӗве тытса тӑратӑп, хамӑн мӑн асаттесен Турришӗн ҫав вӗрентӳпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑратӑп, ҫакӑнтан тунмастӑп. Тата эпӗ законра та, пророксен кӗнекинче те мӗн ҫырнине пурне те ӗненетӗп. 15 Эпӗ, вӗсем пекех, Турӑ тӳрӗ ҫынсене те, тӳрӗ маррисене те вилӗмрен чӗртсе тӑратасса шанса тӑратӑп. 16 Ҫавӑнпа та эпӗ яланах хамӑн совесть Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса пултӑр тесе тӑрӑшатӑп. 17 Чылай ҫул иртсен, эпӗ хамӑн халӑхри ҫынсене пулӑшма пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗне* пама тата Турра парнесем кӳме Иерусалима килтӗм. 18 Эпӗ храмра пулнӑ чухне вӗсем мана тытрӗҫ те. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле эпӗ тасалмалли йӑла-йӗркене туса ирттернӗччӗ ӗнтӗ. Манпа пӗрле халӑх пулман, эпӗ нимӗнле шӑв-шав та ҫӗклемен. Анчах та унта Азирен* килнӗ еврейсем пурччӗ. 19 Мана хирӗҫ мӗн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умӑнта вӗсен айӑпламаллаччӗ. 20 Е эпӗ Синедрио́н умӗнче тӑнӑ чухне манра мӗнле айӑп тупнине кунта килнисем каласа паччӑр. 21 Айӑпласса та вӗсем мана ҫакӑншӑн ҫеҫ айӑплама пултараҫҫӗ: вӗсем умӗнче тӑнӑ чухне эпӗ хытӑ сасӑпа: „Паян мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн сирӗн умра суд тӑваҫҫӗ!“ — терӗм».
22 Фе́ликс, Ҫӳлхуҫа ҫулӗ* ҫинчен самаях пӗлекенскер, вӗсене: «Пин салтак пуҫлӑхӗ* Ли́сий килсессӗн, эпӗ сирӗн ӗҫ пирки йышӑну тӑвӑп», — тесе вӗсен ӗҫне каяраха хӑварнӑ. 23 Вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхне* Павела хуралласа усрама хушнӑ, анчах та ӑна кӑштах ирӗклӗх пама та каланӑ, унӑн тусӗсене уншӑн тӑрӑшма чармалла мар тенӗ.
24 Тепӗр темиҫе кунран Фе́ликс хӑйӗн арӑмӗпе, Друзиллӑпа, пынӑ (вӑл иудей хӗрарӑмӗ пулнӑ). Христос Иисуса ӗненни мӗне пӗлтерни ҫинчен итлес тесе Фе́ликс Павела чӗнтерсе илнӗ. 25 Анчах та Павел тӳрӗлӗх, чарулӑх тата пулас суд ҫинчен калама пуҫласан, Фе́ликс хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: «Хальлӗхе кайма пултаратӑн. Вӑхӑт тупӑнсан, эпӗ сана каллех чӗнтерӗп». 26 Вӑл хӑйне Павел укҫа парасса кӗтнӗ, ҫавӑнпа ӑна чӗнтере-чӗнтере килсе унпа калаҫнӑ. 27 Анчах та икӗ ҫул иртсен, Фе́ликс вырӑнне По́рций Фест пуҫлӑх пулса тӑнӑ. Еврейсене юрас тесе Фе́ликс Павела хурал аллинчех хӑварнӑ.
25 Фест Иудейӑна* ҫитнӗ те хӑйӗн тивӗҫне тума тытӑннӑ. Виҫӗ кунран вӑл Кесарирен Иерусалима кайнӑ. 2 Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ еврейсем ӑна Павелра мӗнле айӑп тупни ҫинчен пӗлтернӗ, вара вӗсем Феста 3 хӑйсем мӗн ыйтнине тума — Павела Иерусалима чӗнтерсе илме тархасланӑ. Хӑйсем вара сасартӑк тапӑнса Павела ҫул ҫинче вӗлерме шутланӑ. 4 Анчах Фест Павела Кесарирех хурал аллинче хӑвармалла тесе, эпӗ хам та кӗҫех унта таврӑнӑп тесе каланӑ. 5 «Сирӗн хушшӑрта аслисенчен хӑшӗ-пӗрисем манпа пӗрле пыччӑр, — тенӗ вӑл, — ҫак ҫын чӑнах та айӑплӑ пулсан, ӑна унта айӑплаччӑр».
6 Иерусалимра сакӑр е вунӑ куна яхӑн пурӑннӑ хыҫҫӑн Фест Кесарие таврӑннӑ. Тепӗр кунне вӑл суд тумалли вырӑна ларнӑ та Павела илсе килме хушнӑ. 7 Павела илсе пырсан, Иерусалимран килнӗ еврейсем ӑна сырса илнӗ те темӗн тӗрлӗ айӑплама пуҫланӑ, анчах вӗсем хӑйсен сӑмахӗсене нимӗнпе те ҫирӗплетсе парайман.
8 Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Эпӗ еврейсен законне хирӗҫ те, храма хирӗҫ те, цезаре* хирӗҫ те нимӗнле усал ӗҫ те туман». 9 Фест еврейсене юрасшӑн пулса Павелран ыйтнӑ: «Сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умра Иерусалимра суд туччӑр тесе эсӗ унта каясшӑн мар-и?» 10 Анчах Павел каланӑ: «Эпӗ цезарь суд тӑвакан вырӑн умӗнче тӑратӑп, мана кунта суд тумалла. Еврейсене хирӗҫ эпӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман, ҫакна эсӗ хӑв та лайӑх пӗлетӗн. 11 Енчен те эпӗ чӑнах та усал ӗҫ тунӑ пулсан* тата вилӗме тивӗҫлӗ пулсан, эпӗ вилме хатӗр. Анчах та ҫак ҫынсем айӑпласа каланине нимӗнпе те ҫирӗплетсе пама ҫук пулсан, мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Мана цезарь суд тутӑр!» 12 Вара Фест хӑй канашлакан ҫынсемпе калаҫса илнӗ те каланӑ: «Цезарь судне ыйтатӑн, апла цезарь патне кайӑн».
13 Тепӗр темиҫе кунран Феста саламлама Кесарие Агри́ппа патшапа Верени́ка килнӗ. 14 Вӗсем унта чылай пурӑннӑ, вара Фест Павел ӗҫӗ ҫинчен патшана каласа панӑ. Вӑл Агриппӑна каланӑ:
«Кунта Фе́ликс хурал аллинче хӑварнӑ пӗр ҫын пур. 15 Эпӗ Иерусалимра пулнӑ чухне аслӑ священниксемпе еврейсен старейшинисем унра мӗнле айӑп тупнине пӗлтерчӗҫ те ӑна суд тума ыйтрӗҫ. 16 Эпӗ вӗсене Рим ҫыннисен ун пек йӑла ҫук, вӗсем ҫынна хӑйне хӳтӗлеме май памасӑр айӑплакансен аллине памаҫҫӗ терӗм. 17 Ҫавӑнпа вӗсем кунта килсен, эпӗ тӑхтаса тӑмарӑм, тепӗр куннех суд тумалли вырӑна лартӑм та ҫав ҫынна илсе килме хушрӑм. 18 Вӗсем тӑчӗҫ те ӑна айӑплама пуҫларӗҫ, анчах та хам кӗтнӗ айӑпсенчен пӗрне те кӑтартса параймарӗҫ. 19 Вӗсем унпа хӑйсен тӗнӗ ҫинчен тата темле Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ. Ҫав Иисус вилнӗ пулин те, Павел ун пирки чӗрӗ тесе тӑчӗ. 20 Эпӗ ҫак тавлашӑва мӗнле татса памаллине пӗлменрен Павелран: „Сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе Иерусалимра суд туччӑр тесе эсӗ унта каясшӑн мар-и?“ — тесе ыйтрӑм. 21 Анчах та Павел хӑй ӗҫне император* татса париччен хӑйне кунтах хӑварма ыйтрӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна цезарь патне яриччен хурал аллинче хӑварма хушрӑм».
22 Агри́ппа вара Феста: «Ку ҫынна манӑн хамӑн та итлесе пӑхас килет», — тенӗ. Лешӗ: «Эсӗ ӑна ыранах итлеме пултарӑн», — тенӗ. 23 Тепӗр кунне Агриппӑпа Верени́ка суд залне питӗ чаплӑн пырса кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ҫар пуҫлӑхӗсем тата хулари ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. Унтан Фест хушнипе Павела илсе пынӑ. 24 Вара Фест каланӑ: «Агри́ппа патша тата пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! Сирӗн умра тӑракан ҫынна айӑпламашкӑн Иерусалимра та, кунта та еврейсем ман патӑма тем чухлӗн пычӗҫ. Вӗсем пурте ӑна вӗлермелле тесе кӑшкӑрчӗҫ. 25 Анчах та эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: вӑл вилӗме тивӗҫлине нимӗн те туман. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне император патӗнче суд тума ыйтнӑран эпӗ ӑна ун патне ярас терӗм. 26 Анчах та эпӗ ун пирки император* патне мӗн ҫырмаллине пӗлместӗп, ҫавӑнпа та ӑна сирӗн ума, уйрӑмах, Агри́ппа патша, сан умна, илсе пырса тӑратас терӗм. Эсир унӑн ӗҫне тӗпчесе пӗлсен, император патне манӑн мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ. 27 Мӗншӗн тесен тӗрмене лартнӑ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑрах Рима яни мана шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ пек туйӑнать».
26 Агри́ппа Павела каланӑ: «Эпир сана хӑвна хӳтӗлесе сӑмах калама ирӗк паратпӑр». Вара Павел аллине ҫӗкленӗ те хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ:
2 «Агри́ппа патша, еврейсем айӑпласа каланисенчен паян шӑп сан умӑнта хӳтӗленме май килнишӗн эпӗ хама телейлӗ тесе шутлатӑп. 3 Мӗншӗн тесен эсӗ еврейсен пур йӑли-йӗркине те, тавлашуллӑ ыйтӑвӗсене те лайӑх пӗлетӗн. Ҫавӑнпа та хама тӳсӗмлӗн итлеме тархаслатӑп сана.
4 Эпӗ мӗн ҫамрӑкранпах хамӑн халӑх хушшинче те, унтан Иерусалимра та мӗнле пурӑнни ҫинчен еврейсем пурте лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ. 5 Вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, эпӗ фарисей пулнине, хамӑр тӗнри пуринчен те хытӑрах ыйтакан ушкӑнра пулнине вӗсем хӑйсемех каласа пама пултараҫҫӗ. 6 Халӗ эпӗ Турӑ пирӗн мӑн асаттесене панӑ сӑмаха шаннишӗн суд умӗнче тӑратӑп. 7 Пирӗн 12 йӑх та Турӑ панӑ сӑмах пурнӑҫланасса шанса кунӗн-ҫӗрӗн уншӑн ӗҫлесе тӑрать. Патшам, ҫав шанчӑкшӑн еврейсем мана айӑплаҫҫӗ те.
8 Мӗншӗн эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр? 9 Эпӗ те Назаре́т Иисусӗн ятне хирӗҫ мӗн тума пултарнине пурне те тумалла тесе шутланӑччӗ. 10 Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм та. Аслӑ священниксенчен ирӗк илсе чылай сӑваплӑ ҫынна тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлересшӗн пулнӑ чухне эпӗ вӗсене вӗлермелле тесе сасӑларӑм. 11 Вӗсем хӑйсен ӗненӗвӗнчен тунччӑр тесе эпӗ вӗсене нумай хутчен синагогӑсенче наказани патӑм, урса кайнӑран ытти хуласенче те хӗсӗрлерӗм.
12 Аслӑ священниксенчен ирӗк илсе эпӗ ҫак тӗллевпех Дамаска кайрӑм. 13 Ҫул ҫинче, патшам, кӑнтӑрла тӳперен мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутӑ ҫутатса ячӗ. Ҫав ҫутӑ хӗвел ҫутинчен те ҫутӑрахчӗ. 14 Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр, вара эпӗ сасӑ илтрӗм, вӑл мана еврейла ҫапла каларӗ: „Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн? Мана* хирӗҫ кайса эсӗ хӑвнах сиен тӑватӑн“. 15 Эпӗ унран: „Хуҫам, кам эсӗ?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл мана: „Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус, — терӗ. — 16 Ура ҫине тӑр, эпӗ сана суйласа илтӗм, ҫавӑнпа сана курӑнтӑм. Эсӗ манӑн ӗҫлекенӗм пулӑн, хӑв мӗн курни ҫинчен тата эпӗ сана мӗн кӑтартӑп*, ҫавӑн ҫинчен каласа пӗлтерекен* пулӑн. 17 Эпӗ сана хӑвӑн халӑхунтан та, урӑх халӑх ҫыннисенчен те хӳтӗлӗп. 18 Вӗсен куҫӗсем уҫӑлччӑр тесе, вӗсем сӗмлӗхрен ҫутта тухчӑр тата Шуйттан влаҫӗнчен хӑтӑлса Турӑ енне ҫаврӑнччӑр тесе, эпӗ сана вӗсем патне яратӑп. Вара мана ӗненнине пула вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тата вӗсем сӑваплисем хушшинче еткер илӗҫ“.
19 Ҫавӑнпа, Агри́ппа патша, Иисус мана ҫав курӑнура мӗн хушнине эпӗ пӑхӑнмасӑр тӑма пултараймарӑм. 20 Эпӗ ырӑ хыпара малтан Дамаскра пурӑнакансене, унтан Иерусалимра пурӑнакансене, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата урӑх халӑх ҫыннисене пӗлтертӗм. Эпӗ вӗсене пурне те сирӗн ӳкӗнмелле тесе, ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартса Турӑ енне ҫаврӑнмалла тесе каларӑм. 21 Ҫавӑншӑн мана еврейсем храмра ярса тытрӗҫ те вӗлересшӗн пулчӗҫ. 22 Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паянхи кунчченех ахаль ҫынсене те, ятлӑ-сумлисене те пророксем тата Моисей мӗн каланине ҫеҫ каласа пӗлтеретӗп. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, 23 Христосӑн асапланмалла пулнӑ тата унӑн, вилӗмрен чи малтан чӗрӗлсе тӑрса, пирӗн халӑха та, урӑх халӑх ҫыннисене те ҫутӑ ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ».
24 Павел хӑйне ҫапла хӳтӗленӗ чухне Фест хытӑ сасӑпа каланӑ: «Павел, эсӗ ухмаха тухнӑ! Нумай пӗлни сана ухмаха кӑларать!» 25 Анчах Павел каланӑ: «Хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, ҫук, эпӗ ухмаха тухман. Эпӗ тӗрӗс те чӑн сӑмахсем калатӑп. 26 Патша ҫакна хӑй те лайӑх пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ ҫакӑн ҫинчен хӑюллӑнах калатӑп. Патша мӗн те пулин пӗлмесӗр тӑрса юлнӑ тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑрттӑн пулса иртмен. 27 Агри́ппа патша, эсӗ пророксене ӗненетӗн-и? Пӗлсех тӑратӑп — ӗненетӗн». 28 Агри́ппа Павела каланӑ: «Тата кӑштахран эсӗ мана христианин пулса тӑма ӗнентерӗн». 29 Павел каланӑ: «Кӑштахран-и, кӑштахран мар-и, эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте ман пек пулса тӑччӑр тесе Турра кӗлтӑватӑп, анчах вӗсем ҫак сӑнчӑрсемсӗр пулччӑр тетӗп».
30 Вара патша та, унпа пӗрле пуҫлӑх* та, Верени́ка та, вӗсемпе пӗрле ларакансем те ура ҫине тӑнӑ. 31 Тухнӑ чухне вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Ку ҫын вилӗме тивӗҫлине е тӗрмере ларма тивӗҫлине нимӗн те туман». 32 Агри́ппа вара Феста: «Цезарь* судне ыйтман пулсан, ку ҫынна ирӗке кӑларса яма та пулатчӗ», — тенӗ.
27 Пире Италие караппа яма шут тытсан, Павела тата сӑнчӑрланӑ ытти ҫынсене император отрядӗнчи* Ю́лий ятлӑ ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн* аллине пачӗҫ. 2 Эпир Адрамитран килнӗ карап ҫине, Ази* ҫыранӗ хӗрринчи портсене кӗрекен карап ҫине, лартӑмӑр та ҫула тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле Фессалоникӑран килнӗ Македони ҫынни Ариста́рх пурччӗ. 3 Тепӗр кунне эпир Сидона ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Ю́лий Павелпа ырӑ пулчӗ, тусӗсем Павелшӑн тӑрӑшма пултарччӑр тесе ӑна вӗсем патне кайса килме те ирӗк пачӗ.
4 Эпир унтан тухрӑмӑр та ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен Кипр утравӗн хӳттипе ишсе кайрӑмӑр. 5 Унтан Киликийӑпа Памфи́ли тӗлӗнче тинӗс урлӑ каҫса Ликири Мирӑна ҫитрӗмӗр. 6 Унта ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ Италие каякан Александрийӑран килнӗ карап тупрӗ те пире ун ҫине лартрӗ. 7 Чылай кун эпир майӗпен ишсе пытӑмӑр, Книда аран-аран ҫитрӗмӗр. Ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен эпир кирлӗ енне каяймарӑмӑр, ҫавӑнпа Салмо́н ҫумӗнчен иртсе кайса Крит утравӗн хӳттипе ишсе пытӑмӑр. 8 Ҫыран ҫумӗпе аран-аран ишсе пырса эпир Ласе́я хули ҫывӑхӗнчи Аван Пристаньсем ятлӑ вырӑна ҫитрӗмӗр.
9 Эпир нумай вӑхӑт ҫухатрӑмӑр, тинӗсе тухма та хӑрушӑ пулса тӑчӗ, Тасалмалли кунӑн типӗ тытас вӑхӑчӗ те* иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Павел ҫапла каларӗ: 10 «Пӗлсех тӑратӑп: малалла ишсе кайсан эпир хӗн курӑпӑр, тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑр пурнӑҫа та ҫухатма пултарӑпӑр». 11 Анчах та ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ Павела мар, капитанпа карап хуҫине итлерӗ. 12 Ҫак пристань хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, май пулсан, Финика ҫитсе унта хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗнчи ҫак пристане ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчен е кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчен кӗме пулатчӗ.
13 Кӑнтӑр енчен лӑпкӑ ҫил вӗрме пуҫласан, вӗсем, хӑйсен шухӑшне пурнӑҫлама пултарӗҫ тесе шутласа, якоре хӑпартрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе кайрӗҫ. 14 Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, эвракило́н* текен тӑвӑллӑ ҫил тухрӗ. 15 Ҫил карапа ярса илчӗ, эпир ҫиле хирӗҫ тек ишсе пыраймарӑмӑр. Вара ҫил пире хӑваласа ҫӳрерӗ. 16 Ка́вда текен пысӑках мар утравӑн хӳттипе ишсе пынӑ чухне те эпир карап ҫумӗнчи пӗчӗк кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр. 17 Кимме туртса хӑпартнӑ хыҫҫӑн карапа хулӑн вӗренсемпе ҫыхса ҫирӗплетрӗҫ. Сиртра* ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса моряксем парӑса антарчӗҫ. Вара карап ҫаплипех ҫил вӑйӗпе куҫса ҫӳрерӗ. 18 Ҫил пирӗн карапа питӗ хытӑ лӑсканӑран, тепӗр кунне моряксем тиенӗ япаласене тинӗсе пӑрахма пуҫларӗҫ. 19 Виҫҫӗмӗш кунне вара вӗсем карапӑн хатӗр-хӗтӗрӗсене те кӑларса ывӑтрӗҫ.
20 Чылай кун хушши хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, ҫил-тӑвӑл чарӑна пӗлми алхасрӗ, ҫӑлӑнас шанчӑк та сӳнме пуҫларӗ. 21 Ҫынсем тахҫантанпах нимӗн те ҫименччӗ. Вара Павел тӑчӗ те вӗсене каларӗ: «Сирӗн ман сӑмаха итлесе Критран тухмалла марччӗ, вара эпир ҫакӑн пек инкек курман пулӑттӑмӑр тата япаласене шыва кӑларса пӑрахман пулӑттӑмӑр. 22 Халӗ ӗнтӗ сире ҫирӗп пулма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен сирӗнтен пӗри те пӗтмӗ, карап анчах пӗтӗ. 23 Хам пуҫҫапакан, хам ӗҫлесе тӑракан Турӑ кӗҫӗр ман пата хӑйӗн ангелне ячӗ. 24 Ҫав ангел ман ҫума тӑчӗ те каларӗ: „Павел, ан хӑра. Санӑн цезарь* умне тӑмалла. Турӑ сана хӑвна та, санпа пӗрле карап ҫинче ишсе пыракансене пурне те ҫӑлса хӑварӗ“. 25 Ҫавӑнпа та ҫирӗп пулӑр! Эпӗ Турра шанатӑп: мана мӗнле каланӑ, шӑп ҫапла пулӗ. 26 Пирӗн карап пӗр-пӗр утрав патӗнче ӑшӑх ҫӗре пырса ларӗ».
27 Вунтӑваттӑмӗш каҫ та ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫил-тӑвӑл пире ҫаплипех А́дри* тӑрӑх илсе ҫӳрерӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче моряксем карап типӗ ҫӗр патне ҫывхарса пынине ӑнланса илчӗҫ. 28 Вӗсем тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те, тарӑнӑшӗ 20 хӑлаҫ* пулчӗ. Тепӗртакран вӗсем каллех тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те, вӑл ӗнтӗ 15 хӑлаҫ* пулчӗ. 29 Чул хысакӗсене пырса тӑрӑнасран хӑраса вӗсем карап хӳри ҫинчен тӑватӑ якорь ячӗҫ, вара тул ҫутӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗҫ. 30 Моряксем карап ҫинчен тарма хӑтланчӗҫ. Вӗсем карап сӑмсинчен якорь ярасшӑн пек туса тинӗсе пӗчӗк кимме антарма пуҫларӗҫ. 31 Павел ҫӗр салтак пуҫлӑхӗпе салтаксене каларӗ: «Ҫак ҫынсем карап ҫинче юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймастӑр». 32 Вара салтаксем вӗренсене касса татрӗҫ те, кимми шыва ӳкрӗ.
33 Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтлеме пуҫларӗ: «Эсир пӑшӑрханса кӗтни, ним ҫимесӗр пурӑнни 14-мӗш кун ӗнтӗ. 34 Ҫавӑнпа та эпӗ сире апат ҫиме хистесех ыйтатӑп, ҫакӑ хӑвӑршӑнах лайӑх пулӗ. Сирӗнтен пӗрин те пуҫӗ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ». 35 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл ҫӑкӑр илсе пурин умӗнче те Турра тав турӗ те, ӑна хуҫса, ҫиме пуҫларӗ. 36 Вара ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, пурте ҫиме тытӑнчӗҫ. 37 Карап ҫинче эпир пурӗ 276 ҫынччӗ*. 38 Пурте ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе тулла тинӗсе пӑрахма пуҫларӗҫ.
39 Тул ҫутӑлсан та моряксем карап мӗнле ҫӗр патне ҫитнине ӑнкарса илеймерӗҫ. Анчах вӗсем хӑйӑрлӑ тинӗс кукрине асӑрхарӗҫ, вара, май килсен, караппа ҫавӑнта пырса чарӑнма шут тытрӗҫ. 40 Якорьсен вӗренӗсене касса татса якорӗсене тинӗсрех хӑварчӗҫ. Унтан карапа тытса пыракан кӗсменсене салтса ячӗҫ те малти пӗчӗк парӑса ҫиле май карӑнтарса ҫыран хӗрринелле ишсе кайрӗҫ. 41 Карап хӑйӑрлӑ сӑмсаха тӑрӑнчӗ те ӑшӑх вырӑна ларчӗ: карап сӑмси хӑйӑр ӑшне путрӗ, хӳрине вара хумсем ҫапса аркатма пуҫларӗҫ. 42 Сӑнчӑрланӑ ҫынсенчен никам та ан тартӑр тесе салтаксем вӗсене вӗлерме шут тытрӗҫ. 43 Анчах та ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ Павела хӑтарас тесе салтаксене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫыран хӗррине тухма хушрӗ, 44 ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тытӑнса вӗсем хыҫҫӑн ишсе тухма каларӗ. Ҫапла вара пурте ҫыран хӗррине тухса ҫӑлӑнса юлчӗҫ.
28 Типӗ ҫӗр ҫине тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫак утрав Ма́льта ятлине пӗлтӗмӗр. 2 Ҫавӑнта пурӑнакансем пире тӗлӗнмелле ыррӑн йышӑнчӗҫ. Ҫумӑр ҫӑватчӗ, питӗ сивӗччӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӑвайт чӗртрӗҫ те пире хӑйсем патне чӗнчӗҫ. 3 Павел хӑрӑк туратсем пуҫтарса вӗсене вут ҫине хунӑ чухне хӑрӑк туратсем ӑшӗнчен, вут хӗртнипе, хура ҫӗлен* шуса тухрӗ те ун аллине ҫакланчӗ. 4 Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗрне каларӗҫ: «Ку ҫын чӑнах та ҫын вӗлерекен. Вӑл тинӗсре путмарӗ пулсан та, Тӗрӗслӗх* ӑна чӗрӗ хӑварасшӑн пулмарӗ». 5 Анчах та Павел ҫӗлене вутта силлесе пӑрахрӗ те, ҫӗлен ӑна нимӗнле сиен те тумарӗ. 6 Вӗсем ӗнтӗ Павелӑн алли шыҫӑнса кайӗ е вӑл сасартӑк вилсе выртӗ тесе шутларӗҫ. Кӗтсен-кӗтсен, вӗсем Павела нимӗнле сиен те пулманнине курчӗҫ. Вара вӗсем хӑйсен малтанхи шухӑшне улӑштарса Павел пирки турӑ теме пуҫларӗҫ.
7 Ҫав вырӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Пу́блий ятлӑ ҫыннӑн, ҫӗрӗсем пулнӑ. Вӑл пире хапӑл туса йышӑнчӗ те виҫӗ кун хушши хӑналарӗ. 8 Пу́блий ашшӗ вӗрилентернипе тата юнлӑ варвиттипе* асапланса выртатчӗ. Павел ун патне кӗрсе кӗлтурӗ те ун ҫине аллине хурса ӑна сыватрӗ. 9 Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыма пуҫларӗҫ, вӑл вӗсене те сыватрӗ. 10 Вӗсем пире хисеплесе нумай парне пачӗҫ, утрав ҫинчен кайнӑ чухне мӗн кирлине пурне те парса ячӗҫ.
11 Тепӗр виҫӗ уйӑхран эпир карап ҫине ларса тинӗсе тухрӑмӑр. Карапӑн сӑмсине Зевс ывӑлӗсен кӗлеткипе илемлетнӗ пулнӑ. Ҫав карап Александрийӑран килнӗ пулнӑ, вӑл ҫав утрав ҫинче хӗл каҫнӑ. 12 Эпир Сиракузӑна ишсе ҫитрӗмӗр те унта виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр. 13 Унтан тухсан Регие ишсе ҫитрӗмӗр. Пӗр кун иртсен, ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ те, иккӗмӗш куннех эпир Путеолӑна ҫитрӗмӗр. 14 Унта эпир тӑвансене тупрӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче ҫичӗ кунлӑха юлма ыйтрӗҫ. Вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир Рима кайрӑмӑр. 15 Римри тӑвансем, пирӗн ҫинчен илтсен, пире кӗтсе илме А́ппий пасарӗпе Виҫӗ хӑна ҫурчӗ патне ҫитиех пычӗҫ. Вӗсене курсассӑн Павел Турра тав турӗ те хавхалансах кайрӗ. 16 Юлашкинчен эпир Рима ҫитрӗмӗр, унта Павела хӑйне хураллакан салтакпа пӗрле ыттисенчен уйрӑм пурӑнма ирӗк пачӗҫ.
17 Тепӗр виҫӗ кунран Павел хӑйӗн патне ятлӑ-сумлӑ еврейсене чӗнтерчӗ. Вӗсем пуҫтарӑнсан, вӑл каларӗ: «Тӑвансем, эпӗ хамӑр халӑха хирӗҫ те, хамӑр мӑн асаттесен йӑли-йӗркине хирӗҫ те нимӗн те туман. Ҫапах та мана Иерусалимра ярса тытрӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ. 18 Вӗсем мана ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн, эпӗ вилӗме тивӗҫлине нимӗн те туманнине кура, мана ирӗке ярасшӑн пулчӗҫ. 19 Анчах та еврейсем ҫакӑнпа килӗшменрен манӑн цезарь* судне ыйтма тиврӗ. Ҫавна эпӗ хамӑн халӑха мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм. 20 Ҫак сӑлтава пула эпӗ сирӗнпе курса калаҫас терӗм, мӗншӗн тесен мана Израиль шанчӑкӗшӗн ҫак сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ». 21 Вара вӗсем ӑна каларӗҫ: «Эпир сан пирки Иудейӑран нимӗнле ҫыру та илмерӗмӗр, унтан килнӗ тӑвансем те сан пирки ним япӑххине те каламарӗҫ. 22 Ҫапах та пирӗн эсӗ хӑв ҫакӑн пирки мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен пур ҫӗрте те ҫак сектӑна хирӗҫ калаҫнине эпир пӗлетпӗр».
23 Унтан вӗсем хӑш кун тӗл пулассине палӑртса хунӑ. Ҫав кун ҫитсен, Павел пурӑнакан киле тата нумайрах ҫын пынӑ. Вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлтернӗ, Иисус ҫинчен калакан ҫирӗплетӳсене Моисей законӗпе пророксен кӗнекинчен иле-иле панӑ. 24 Пӗрисем вӑл каланине ӗненнӗ, теприсем вара ӗненмен. 25 Пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр вӗсем саланма тытӑннӑ. Вара Павел вӗсене каланӑ:
«Святой сывлӑш сирӗн мӑн аслаҫӑрсене Иса́ия пророк урлӑ тӗрӗс каланӑ: 26 „Кай та ҫак халӑха кала: ‚Эсир илтме илтӗр те, анчах пӗлтерӗшне ӑнланса илеймӗр. Пӑхма пӑхӑр та, анчах кураймӑр. 27 Ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ. Вӗсем хӑлхипе илтеҫҫӗ, анчах хӑйсем илтнине тумаҫҫӗ. Нимӗн те курас мар тата илтес мар тесе вӗсем куҫӗсене хупаҫҫӗ тата хӑлхисене хуплаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем чӗрипе ӑнланса илеймеҫҫӗ, манӑн вӗсене сыватмалла пултӑр тесе ман пата таврӑнмаҫҫӗ‘“. 28 Ҫавӑнпа пӗлсех тӑрӑр: Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен калакан хыпара урӑх халӑхсем патне янӑ, вӗсем ӑна итлеҫҫех». 29 ——*
30 Ҫапла Павел тара илнӗ кил-ҫуртра икӗ ҫул хушши пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл туса йышӑннӑ. 31 Вӑл питӗ хӑюллӑн пӗр чӑрмавсӑр Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнӗ.
Ҫакӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.
Е «манӑн свидетельсем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑматкун ҫулӗн тӑршшӗнче». Ку иудейсен шӑматкун утма юранӑ ҫулӑн тӑршшӗ.
Урӑхла каласан, пухушӑн тӑрӑшас ӗҫе ун вырӑнне урӑххи тутӑр.
Е «Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнин свидетелӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Словаре пӑхӑр.
Урӑхла каласан, иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем.
Е «ҫӗнӗ хӗрлӗ эрех».
Е «виҫҫӗмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е, тен, «тӑллинчен». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «асапӗсенчен».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман чунӑма». Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «святой сывлӑша парне пек илетӗр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «тата нумай сӑмах каласа тӗплӗн ӑнлантарнӑ».
Е «мӗн пуррине пӗрле пайланӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехетре» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫаврӑнӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Иеговӑран ҫӗнӗрен вӑй илмелли вӑхӑтсем ҫитчӗр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «арҫынсен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
Е «Пётрпа Иоанн тӳррӗн каланине».
Урӑхла каласан, раввинсен шкулӗнче вӗренмен. Кунта хут пӗлменни ҫинчен сӑмах пымасть.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «унӑн Христосне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллупа».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «ӑнӑҫлӑн».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «саддукейсен сектинчисем».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пуҫлӑха пӑхӑнса тӑнӑ пек пӑхӑнса тӑмалла».
Е «йывӑҫ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫакса».
Е «пуҫлӑха пӑхӑнса тӑнӑ пек пӑхӑнса тӑракансене».
Урӑхла каласан, иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннине.
Словаре пӑхӑр.
Е, тен, «Исаа́к — Иакова, Иаков хӑйӗн 12 ывӑлне ҫавнах тунӑ».
Е «Турӑ куҫӗ умӗнче хитре».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Урӑхла каласан, нихҫан пӗтми, хӑватлӑ.
Е «Турӑ хӑйсемпе пулнине кӑтартакан чатӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Чӗресемпе хӑлхасен ӳтне кастарманскерсем».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫывӑрса кайнӑ».
Е, тен, «Самарири пӗр хулана».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗлӳ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ват; сехре».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «евнуха».
Ку вӑл Эфиопи хӗрарӑм патшин титулӗ.
Е «хыснаҫи».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «евнух».
А3-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫулпа». Ҫакӑнта христиансен вӗрентӗвӗсемпе пурнӑҫ йӗрки ҫинчен сӑмах пырать.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫыхса хурса; сӑнчӑрласа хурса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫыхса хума; сӑнчӑрласа хума».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «савӑт».
Е «лӑпӑпа».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
До́рка грек ячӗ те, Тави́фа арамей ячӗ те «газель» тенине пӗлтереҫҫӗ.
Ку вӑл 600-е яхӑн салтакран тӑракан Рим ҫарӗн ушкӑнӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «темӗнле савӑта».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Е «йывӑҫ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫакса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт кастарнисем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «темӗнле савӑта».
Ҫакӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑпланнӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «император».
Е «тӑвансемшӗн ӗҫлеме».
Урӑхла каласан, I И́род Агри́ппа.
Е «халӑх умӗнче суд тума».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тетрархпа».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Проко́нсул — Рим империйӗнчи провинцин пуҫлӑхӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Урӑхла каласан, Иисуса.
Е «йывӑҫ».
Е «Туррӑн ирӗкне тунӑ».
Урӑхла каласан, иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисенчен.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Ҫапла тунипе вӗренекенсем ырӑ хыпара йышӑнман ҫынсене Турӑ мӗн тӑвассишӗн хӑйсем яваплӑ маррине кӑтартнӑ.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗненӳ алӑкне уҫса пани».
Е «ҫак тавлашу пирки».
Е «фарисейсен сектинчен».
Ҫакӑ вӑл мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.
Ку вӑл Пётр.
Е «чатӑрне».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «юн юхтарса кӑларман».
А3-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Словаре пӑхӑр.
Ку вӑл Эге́й тинӗсӗ хӗрринчи Греци хули.
Е «пурпур тӗслӗ пир». Тен, вӑл пурпур тӗслӗ тумтирпе ҫавӑн тӗслӗ сӑрӑ та сутнӑ.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пасар вырӑнне».
Е «магистратсем». Словаре пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пасар вырӑнӗнчен».
Е «императорӑн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пасар вырӑнӗнче».
Е «килсе каякан».
Е «император».
Е «хӑйне итлекенсемпе калаҫса вӗсене шухӑшлаттарнӑ».
Ҫапла тунипе вӗренекенсем ырӑ хыпара йышӑнман ҫынсене Турӑ мӗн тӑвассишӗн хӑйсем яваплӑ маррине кӑтартнӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Сирӗн юн хӑвӑр пуҫ ҫинчех пултӑр».
Проко́нсул — Рим империйӗнчи провинцин пуҫлӑхӗ.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Аполлоса Иеговӑн ҫулне сӑмах вӗҫҫӗн вӗрентнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫулне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫул». Ҫакӑнта христиансен вӗрентӗвӗсемпе пурнӑҫ йӗрки ҫинчен сӑмах пырать.
Словаре пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫул».
Проко́нсул — Рим империйӗнчи провинцин пуҫлӑхӗ.
Словаре пӑхӑр.
Ҫапла туса вӑл апат ҫиме пуҫламаллине кӑтартнӑ пулас.
Е «тӗплӗн ӑнлантарса парса».
Е «манӑн чӗрене хурлантаратӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑплантӑмӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «юн юхтарса кӑларман».
Словаре пӑхӑр.
Е «трибуна́».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурионсене».
Е «сикарине». Сикарисем — еврейсен политика ушкӑнӗ, хӑйсен шухӑшӗсене хӳтӗлес тесе вӗсем тем тума та — вӗлерме те хатӗр пулнӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «гражданинӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Гамалии́л ури умӗнче».
Урӑхла каласан, христиансен ҫулӗпе.
Е «унӑн свидетелӗ».
Е «трибу́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центуриона».
Е «трибу́н».
Е, тен, «йӑмӑкӗн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурионсенчен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «каҫхи виҫҫӗмӗш сехетре» (хӗвел аннӑ хыҫҫӑн).
Е «прокура́тор».
Е «преторине».
Е «юрист; адвокат».
Е «инкек кӳрсе тӑракан». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпидеми».
А3-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «хӗрхенӳ парнисене».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫул». Ҫакӑнта христиансен вӗрентӗвӗсемпе пурнӑҫ йӗрки ҫинчен сӑмах пырать.
Е «трибу́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центуриона».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «провинцие».
Е «императора».
Е «преступник пулсан».
Е «А́вгуст». Ку Рим императорӗн титулӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хуҫа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑчча». Шӑчӑ — выльӑха хӑваламалли шӗвӗртнӗ вӑрӑм патак.
Е «хам ҫинчен мӗн кӑтартӑп».
Е «ҫавӑн свидетелӗ».
Е «прокура́тор».
Е «император».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «А́вгуст отрядӗнчи».
Е «центурио́нӑн».
Словаре пӑхӑр.
Е «кӗрхи типӗ тытас кун та».
Урӑхла каласан, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫилӗ.
Ҫурҫӗр Африкӑри Ли́ви хӗрринчи тарӑнах мар икӗ пысӑк залив.
Е «император».
Адрие Адриа́тика тинӗсӗ, Ио́ни тинӗсӗ тата Сицилипе Крит хушшинчи Вӑтаҫӗр тинӗсӗн пӗр пайӗ кӗнӗ.
36 м патнелле. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
27 м патнелле.
Е «чунччӗ».
Ку вӑл наркӑмӑшлӑ ҫӗлен.
Грекла ди́ке. Ҫак сӑмах тӳррипе тавӑрса паракан хӗрарӑм турра пӗлтерет пулмалла е тӗрӗслӗхе сӑнарласа парать.
Е «дизентерипе».
Е «император».
А3-мӗш приложение пӑхӑр.