Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Иоанн 1:1—21:25
  • Иоанн

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иоанн
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Иоанн

ИОАНН

ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР

1 Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ, Сӑмах турӑ* пулнӑ. 2 Вӑл чӑн малтан Турӑпа пулнӑ. 3 Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулса кайнӑ, унсӑр нимӗн те пулса кайман.

4 Ун урлӑ пурнӑҫ пулса кайнӑ, пурнӑҫ вара ҫынсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. 5 Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хупласа илеймен.

6 Турӑ янӑ ҫын килнӗ, вӑл Иоанн ятлӑ пулнӑ. 7 Хӑй урлӑ пур тӗрлӗ ҫын та ӗнентӗр тесе вӑл ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ. 8 Вӑл ҫав ҫутӑ пулман, анчах унӑн ҫав ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтермелле пулнӑ.

9 Пур тӗрлӗ ҫынна ҫутатакан чӑн-чӑн ҫутӑ кӗҫех тӗнчене килмелле пулнӑ. 10 Вӑл тӗнчере пулнӑ, тӗнче ун урлӑ пулса кайнӑ, анчах тӗнче ӑна палласа илеймен. 11 Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, анчах хӑйӗннисем ӑна йышӑнман. 12 Ҫапах та хӑйне кам йышӑннӑ, ҫавсене пурне те вӑл Турӑ ачисем пулса тӑма ирӗк панӑ, мӗншӗн тесен вӗсем унӑн ятне ӗненсе тӑнӑ. 13 Вӗсем ҫынран* та мар, ашшӗ-амӑшӗн* кӑмӑлӗпе те мар, ҫын кӑмӑлӗпе те мар, Турӑран ҫуралнӑ.

14 Сӑмах ҫын* пулса тӑрса пирӗн хушӑра пурӑнчӗ. Эпир унӑн мухтавне, пӗртен-пӗр ывӑлӗ ашшӗнчен илекен мухтавне, куртӑмӑр. Унра виҫесӗр ырӑлӑхпа чӑнлӑх нумай пулнӑ. 15 (Иоанн ун ҫинчен каласа пӗлтернӗ, вӑл пурте илтмелле каланӑ: «Эпӗ: „Ман хыҫран килекен манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл манран малтанах пулнӑ“, — тенӗччӗ. Ку ӗнтӗ ҫавӑ».) 16 Унра виҫесӗр ырӑлӑх нумай пулнӑран эпир пурте ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. 17 Мӗншӗн тесен закона Моисей урлӑ панӑ, виҫесӗр ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ. 18 Турра пӗр ҫын та нихӑҫан та курман, ун ҫинчен Ашшӗ ҫумӗнчи* пӗртен-пӗр ывӑлӗ, Турӑ евӗрлӗскерӗ*, ӑнлантарса пачӗ.

19 Акӑ Иоанн каласа пӗлтерни. Иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсене ярса Иоанран: «Эсӗ кам?» — тесе ыйтсан, 20 вӑл тӳррӗн те пӗр пытармасӑр каланӑ: «Эпӗ Христос мар». 21 Вӗсем унран: «Эппин, кам эсӗ? Илия́-и?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл: «Илия́ мар», — тесе хуравланӑ. «Тен, эсӗ Пророк?» — тесе ыйтнӑ лешсем. «Ҫук!» — тенӗ Иоанн. 22 Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Апла кам эсӗ? Хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн?» 23 Вӑл каланӑ: «Иса́ия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте хытӑ сасӑпа: „Иегова* валли ҫул такӑрлатӑр!“ — тесе чӗнекенӗн сасси». 24 Ҫав ҫынсене фарисейсем янӑ пулнӑ. 25 Вӗсем унран ыйтнӑ: «Эсӗ Христос та мар, Илия́ та мар, Пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» 26 Иоанн вӗсене каланӑ: «Эпӗ шыва кӗртетӗп. Сирӗн хушшӑрта пӗри пур, эсир ӑна пӗлместӗр, 27 вӑл ман хыҫран килет. Эпӗ унӑн сандалин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар». 28 Ҫакӑ Иорда́н леш енчи Вифанире, Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, пулса иртнӗ.

29 Тепӗр кунне вӑл хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне илсе каякан Турӑ Путекки! 30 Эпӗ: „Ман хыҫран килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл манран малтанах пулнӑ“, — тенӗччӗ, ку ӗнтӗ шӑпах ҫавӑ. 31 Эпӗ ӑна пӗлместӗмччӗ, ҫапах та Израиль ӑна пӗлтӗр тесе эпӗ шыва кӗртме килтӗм». 32 Тата Иоанн ҫапла каласа пӗлтернӗ: «Эпӗ святой сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине, вӑл ун ҫинче тӑрса юлнине куртӑм. 33 Эпӗ ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах та мана шыва кӗртме яраканӗ каларӗ: „Кам ҫине святой сывлӑш аннине тата вӑл ун ҫинче тӑрса юлнине куратӑн, ҫавӑ святой сывлӑшпа шыва кӗртекенни* пулать“. 34 Эпӗ ҫакна куртӑм, вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине ҫирӗплетсе паратӑп».

35 Тепӗр кунне Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле каллех ҫавӑнта тӑнӑ. 36 Иисус пынине курсан, вӑл каланӑ: «Акӑ Турӑ Путекки!» 37 Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 38 Иисус каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та вӗсем хӑй хыҫӗнчен пынине курсан: «Сире мӗн кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсем ӑна каланӑ: «Равви́ (ку «вӗрентекен» тесе куҫарӑнать), эсӗ ӑҫта чарӑнтӑн?» 39 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Айтӑр, вара куратӑр». Вӗсем кайнӑ та вӑл ӑҫта чарӑннине курнӑ. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле* пулнӑ. Ҫав кун вӗсем ун патӗнче юлнӑ. 40 Иоанран Иисус ҫинчен илтсе ун хыҫҫӑн кайнисенчен пӗри Андрей — Си́мон Пётрӑн пӗртӑванӗ — пулнӑ. 41 Вӑл хӑйӗн пӗртӑванне Симона шыраса тупнӑ та: «Эпир Мессийӑна тупрӑмӑр», — тенӗ. («Месси́я» сӑмах грекла «Христос» тесе куҫарӑнать.) 42 Вӑл ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ Ки́фа ятлӑ пулӑн» (Ки́фа грекла Пётр пулать).

43 Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна каяс тенӗ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. 44 Филипп Вифсаидӑран, Андрейпа Пётрӑн тӑван хулинченех, пулнӑ. 45 Филипп Нафанаила тӗл пулнӑ та ӑна каланӑ: «Эпир Моисей законӗнче тата пророксем ҫырнинче кам ҫинчен каланӑ, ҫавна тупрӑмӑр. Вӑл Назаретри Иисус, Иосифӑн ывӑлӗ». 46 Анчах Нафанаи́л ӑна каланӑ: «Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр?» Филипп ӑна: «Кайса пӑх эппин», — тенӗ. 47 Хӑй патне Нафанаи́л пынине курсан, Иисус ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук». 48 Нафанаи́л унран ыйтнӑ: «Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн?» Иисус ӑна хуравланӑ: «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, эсӗ инжир йывӑҫӗ айӗнче пулнӑ чухнех куртӑм». 49 Нафанаи́л вара ӑна: «Вӗрентекен*, эсӗ Турӑ Ывӑлӗ, эсӗ Израиль Патши», — тенӗ. 50 Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ сана инжир йывӑҫӗ айӗнче куртӑм тенӗрен ӗненетӗн-и? Эсӗ унтан та ытларах курӑн». 51 Тата ӑна каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир тӳпе уҫӑлнине, Туррӑн ангелӗсем унта хӑпарнине тата Этем Ывӑлӗ патне аннине курӑр».

2 Виҫҫӗмӗш кунне Галилейӑри Ка́на хулинче туй пулнӑ, унта Иисусӑн амӑшӗ пулнӑ. 2 Иисуспа унӑн вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.

3 Хӗрлӗ эрех пӗтме пуҫласан, Иисусӑн амӑшӗ ӑна каланӑ: «Вӗсен эрех ҫук». 4 Иисус ӑна хуравланӑ: «Санпа манӑн мӗн пӑшӑрханмалли пур?* Манӑн вӑхӑт ҫитмен-ха». 5 Унӑн амӑшӗ тарҫӑсене каланӑ: «Вӑл сире мӗн калӗ, ҫавна пурне те тӑвӑр». 6 Иудейсен тасалмалли йӑлипе ҫавӑнта шыв валли икшер-виҫшер виҫе* кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. 7 Иисус тарҫӑсене каланӑ: «Савӑтсене шыв тултарӑр-ха». Вӗсем вара савӑтсене хӗрри таранах тултарнӑ. 8 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Халӗ кӑштах ӑсса илӗр те туй пуҫне кайса парӑр». Лешсем кайса панӑ. 9 Туй пуҫӗ шывран тунӑ хӗрлӗ эрехе тутанса пӑхсан (вӑл ҫав эрех ӑҫтан пулнине пӗлмен, ҫавна шыв ӑсакан тарҫӑсем кӑна пӗлнӗ) кӗрӳ каччӑна чӗнсе илнӗ те 10 ӑна каланӑ: «Кирек кам та малтан лайӑх хӗрлӗ эрехне парать, кайран, ҫынсем хӗрӗнкӗленсе кайсан, начартараххине парать. Эсӗ вара лайӑх хӗрлӗ эрехе халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ». 11 Ҫапла Иисус Галилейӑри Ка́на хулинче хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тунӑ, вӑл хӑйӗн мухтавне кӑтартнӑ, вара унӑн вӗренекенӗсем ӑна ӗненнӗ.

12 Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл амӑшӗпе, шӑллӗсемпе тата вӗренекенӗсемпе Капернаума кайнӑ, анчах вӗсем унта нумай кунлӑха юлман.

13 Иудейсен Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ, вара Иисус Иерусалима кайнӑ. 14 Храмра вӑл вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутакансене тата укҫа улӑштарcа ларакансене курнӑ. 15 Вара кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех храмран хӑваласа кӑларнӑ, укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, вӗсен сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ. 16 Кӑвакарчӑн сутакансене вӑл каланӑ: «Илсе кайӑр кунтан кусене! Манӑн Аттен ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр!» 17 Ҫавӑн чухне унӑн вӗренекенӗсем «Санӑн ҫуртна юратни* ман ӑшра вут пек ҫунса тӑрать» тесе ҫырнине аса илнӗ.

18 Ҫакна курсан иудейсем ӑна каланӑ: «Ҫапла тума ирӗк пуррине эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ҫирӗплетсе парӑн?» 19 Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: «Ҫак храма аркатӑр, вара эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп». 20 Иудейсем ӑна каланӑ: «Ҫак храма 46 ҫул тунӑ, эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартатӑн-и?» 21 Анчах храм тесе вӑл хӑйӗн кӗлетки пирки каланӑ пулнӑ. 22 Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем вӑл ҫакӑн ҫинчен каланине аса илнӗ, вара вӗсем Ҫырура каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.

23 Вӑл Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ*, ҫакна курсан нумайӑшӗ ӑна* ӗненнӗ. 24 Анчах Иисус вӗсене шанман, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене пурне те пӗлсе тӑнӑ 25 тата ӑна пӗр-пӗр ҫын ҫинчен каласа пани кирлӗ пулман, вӗт вӑл ҫын чӗринче мӗн пулнине пӗлнӗ.

3 Фарисейсем хушшинче Никоди́м ятлӑ иудейсен пӗр пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2 Пӗррехинче ҫӗрле вӑл Иисус патне пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен*, эсӗ Турӑ янӑ вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен Турӑпа пӗрле пулмасан, никам та эсӗ тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсене тума* пултараймасть». 3 Иисус вара ӑна каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сана: кам ҫӗнӗрен* ҫуралмасть, ҫавӑ Турӑ Патшалӑхне кураймӗ». 4 Никоди́м унран ыйтнӑ: «Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултартӑр? Вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара?» 5 Иисус хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сана: кам шывран тата сывлӑшран ҫуралмасть, ҫавӑ Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ. 6 Ӳтрен ҫурални — ӳт, сывлӑшран ҫурални — сывлӑш. 7 Эпӗ сана сирӗн ҫӗнӗрен ҫуралмалла тесе каланинчен ан тӗлӗн. 8 Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн. Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать».

9 Вара Никоди́м унран ыйтнӑ: «Ку мӗнле пулма пултарать-ха?» 10 Иисус ӑна хуравланӑ: «Эсӗ, Израиль халӑхне вӗрентекен, ҫавна та пӗлместӗн-и? 11 Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр тата мӗн курнине каласа пӗлтеретпӗр. Анчах та эпир каласа пӗлтернине эсир йышӑнмастӑр. 12 Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи япаласем пирки каланине ӗненместӗр пулсан, тӳпери япаласем пирки каласан эсир епле ӗненӗр? 13 Тӳперен аннӑ Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне тӳпене никам та хӑпарман. 14 Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пекех, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле, 15 ҫавна пула ӑна ӗненекенсем пурте ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултарӗҫ.

16 Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ҫапла вара ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ. 17 Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ҫак тӗнчене суд тума яман, ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. 18 Кам ӑна ӗненет, ҫавна суд тумӗҫ. Кам ӑна ӗненмест, ҫавна суд тунӑ та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне* ӗненмен. 19 Акӑ мӗншӗн вӗсене суд тӑвӗҫ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, вӗсен ӗҫӗсем усал пулнӑран, ҫутӑран ытла тӗттӗме юратрӗҫ. 20 Мӗншӗн тесен йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакан ҫутта кураймасть* тата хӑйӗн ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине ан кӑларччӑр* тесе ҫутӑ патне пымасть. 21 Тӗрӗссине тӑвакан вара, хӑйӗн ӗҫӗсем Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулни курӑнтӑр тесе, ҫутӑ патне пырать».

22 Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудейӑри ялсене кайнӑ. Унта вӑл пӗр вӑхӑт хушши вӗсемпе пӗрле пурӑннӑ тата ҫынсене шыва кӗртнӗ. 23 Иоанн та Сали́м ҫывӑхӗнчи Энонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв нумай пулнӑ. Ҫынсем ун патне пынӑ, вӑл вара вӗсене шыва кӗртнӗ. 24 Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.

25 Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе пӗр иудей хушшинче мӗнле тасалмалли пирки тавлашу тухнӑ. 26 Вара вӗренекенӗсем Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Вӗрентекен*, пӑх-ха, кам санпа пӗрле Иорда́н леш енче пулнӑ, кам ҫинчен эсӗ каласа пӗлтернӗ, ҫавӑ шыва кӗртет, пурте ун патне пыраҫҫӗ». 27 Иоанн каланӑ: «Ҫӳлтен памасан ҫын нимӗн те илме пултараймасть. 28 Эпӗ сире: „Эпӗ Христос мар, мана ун умӗнчен янӑ“, — тенӗччӗ. Ҫакна эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр. 29 Ҫураҫнӑ хӗр — кӗрӳ каччӑн, анчах та кӗрӳ каччӑн сассине илтнӗ чухне унӑн тусӗ савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать. Ҫавӑн пекех манӑн чӗре те савӑнӑҫпа тулчӗ. 30 Христосӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла».

31 Ҫӳлтен килекенни пуринчен те аслӑ. Кам ҫӗр ҫинчен, вӑл ҫӗр ҫинчиех, вӑл ҫӗр ҫинчи япаласем ҫинчен калаҫать. Тӳперен килекенни пуринчен те аслӑ. 32 Вӑл хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтерет, анчах та вӑл каласа пӗлтернине никам та йышӑнмасть. 33 Вӑл каласа пӗлтернине йышӑнакан вара Турӑ калани чӑн пулнине ҫирӗплетсе парать*. 34 Вӗт кама Турӑ янӑ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗсене калать, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн сывлӑшне пӗр хӗрхенсе тӑмасӑр парать*. 35 Ашшӗ Ывӑлне юратать, вӑл пурне те ун аллине панӑ. 36 Кам Ывӑлне ӗненет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет. Кам Ывӑлне итлемест, ҫавӑ пурнӑҫ кураяс ҫук, вӑл Турӑ ҫиллинчен нихӑҫан та хӑтӑлаймӗ.

4 Иисусӑн вӗренекенӗсен йышӗ хушӑнсах пыни ҫинчен, вӑл Иоанран та ытларах ҫынна шыва кӗртни ҫинчен фарисейсем илтнӗ. 2 (Тӗрӗссипе вара, Иисус хӑй мар, унӑн вӗренекенӗсем шыва кӗртнӗ.) 3 Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Ҫӳлхуҫа Иудейӑран каллех Галилейӑна кайнӑ. 4 Унӑн вара Сама́ри урлӑ каймалла пулнӑ. 5 Ҫапла вӑл Самарири Сиха́рь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне, Иосифа, панӑ хир ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. 6 Унта Иаков ҫӑлӗ пулнӑ. Иисус, ҫул ҫинче ывӑннӑскер, ҫав ҫӑл патне пырса ларнӑ. Ҫакӑ кӑнтӑрла тӗлнелле* пулнӑ.

7 Пӗр Сама́ри хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. Иисус ӑна каланӑ: «Мана шыв ӗҫтер-ха». 8 (Унӑн вӗренекенӗсем ҫимелли туянма хулана кайнӑ пулнӑ.) 9 Сама́ри хӗрарӑмӗ ӑна: «Мӗнле-ха эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Сама́ри хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» — тенӗ. (Мӗншӗн тесен Иудея ҫыннисем Сама́ри ҫыннисемпе хутшӑнмаҫҫӗ.) 10 Иисус ӑна хуравланӑ: «Эсӗ Турӑ мӗнле парне панине пӗлнӗ пулсан тата „Мана шыв ӗҫтер-ха“ теекенӗ кам пулнине пӗлнӗ пулсан, хӑв унран ыйтнӑ пулӑттӑн, вара вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ». 11 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, санӑн ӑсмалли витре те ҫук, ҫӑлӗ вара тарӑн. Ӑҫтан-ха апла санӑн чӗрӗлӗх шывӗ пултӑр? 12 Ҫак ҫӑла пире пирӗн мӑн асатте, Иаков, парса хӑварнӑ. Ҫак ҫӑлран вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те, унӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ӗҫнӗ. Эсӗ унран та аслӑрах-им?» 13 Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ҫак шыва ӗҫекенӗн каллех ӗҫес килӗ. 14 Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара урӑх нихӑҫан та ӗҫес килмӗ. Эпӗ парас шыв ун ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ». 15 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, пар-ха мана ҫав шыва, манӑн урӑх нихӑҫан та ӗҫес ан килтӗрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ».

16 Иисус ӑна каланӑ: «Кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта». 17 Хӗрарӑм ӑна: «Манӑн упӑшка ҫук», — тенӗ. Иисус ӑна каланӑ: «Упӑшка ҫук тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн. 18 Санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ санпа пӗрле пурӑнаканни вара упӑшку мар. Ҫакна эсӗ тӗрӗсех каларӑн». 19 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, куратӑп: эсӗ пророк. 20 Пирӗн мӑн асаттесем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ, эсир вара ӑна Иерусалимра пуҫҫапмалла тетӗр». 21 Иисус ӑна каланӑ: «Ӗнен манӑн сӑмаха, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ: ун чухне те эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар. 22 Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр, эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килет. 23 Вӑхӑт ҫитсе пырать, вӑл ҫитрӗ ӗнтӗ: Аттене тӗрӗс пуҫҫапакансем ӑна сывлӑшпа тата чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Атте хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать. 24 Турӑ вӑл — сывлӑш, пуҫҫапакансен те ӑна сывлӑшпа тата чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла». 25 Хӗрарӑм ӑна каланӑ: «Эпӗ Христос текен Мессия килессине пӗлетӗп. Вӑл килсен пире пӗтӗмпех уҫҫӑн пӗлтерӗ». 26 Иисус ӑна каланӑ: «Вӑл эпӗ, хӑвӑнпа калаҫаканни».

27 Ҫавӑн чухне унӑн вӗренекенӗсем таврӑннӑ та вӑл хӗрарӑмпа калаҫнине курса тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Сана унран мӗн кирлӗ?» тесе те, «Мӗншӗн эсӗ унпа калаҫатӑн?» тесе те ыйтман. 28 Хӗрарӑм шыв кӑкшӑмне лартса хӑварнӑ та хулана кайса ҫынсене ҫапла каланӑ: 29 «Пӗр ҫын мана эпӗ мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ. Кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-ши вӑл?» 30 Вара вӗсем хуларан тухнӑ та Иисус патне кайнӑ.

31 Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем ӑна: «Вӗрентекен*, ҫи-ха», — тесе тархасланӑ. 32 Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Манӑн эсир пӗлмен апат пур». 33 Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем пӗр-пӗрин хушшинче: «Кам та пулин ун валли ҫимелли илсе килнӗ-шим вара?» — тесе калаҫнӑ. 34 Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат — мана яраканӑн ирӗкне тӑвасси тата унӑн ӗҫне туса ҫитересси. 35 Эсир тырӑ вырас вӑхӑт тепӗр тӑватӑ уйӑхран ҫитет теместӗр-и? Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пуҫа ҫӗклесе уйсем ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ пулса ҫитнӗ*, ӑна вырмалла. 36 Ӗнтӗ выраканӗ те тӳлев илет тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать, ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнма пултараҫҫӗ. 37 Ку тӗлӗшрен ҫакӑн пек калани тӗрӗс: „Пӗри акать, тепри вырать“. 38 Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ыттисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсен ӗҫӗнчен усӑ илетӗр».

39 Хӗрарӑм: «Вӑл мана эпӗ мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ», — тесе каласа пӗлтернӗрен ҫав хулари Сама́ри ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ. 40 Ҫавӑнпа Сама́ри ҫыннисем, Иисус патне пырсан, ӑна хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вара вӑл унта икӗ кун пурӑннӑ. 41 Вӑл мӗн каланине илтсен ӑна тата нумайрах ҫын ӗненнӗ. 42 Вара хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ эсӗ каласа пани тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Эпир ӑна хамӑрах илтрӗмӗр. Вӑл чӑнах та тӗнчене ҫӑлакан пулнине халӗ эпир пӗлетпӗр».

43 Икӗ кун иртсен Иисус Галилейӑна кайнӑ. 44 (Пророка тӑван ҫӗршывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус хӑех каланӑ пулнӑ.) 45 Иисус Галилейӑна пырсан, Галиле́я ҫыннисем ӑна хапӑл тусах йышӑннӑ, мӗншӗн тесен Иерусалимри уявра вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ, ҫав уявра вӗсем те пулнӑ.

46 Унтан вӑл каллех Галилейӑри Канӑна, хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ хулана, пынӑ. Капернаумра патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан пӗр пуҫлӑх пулнӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ. 47 Иисус Иудейӑран Галилейӑна таврӑнни ҫинчен илтсен, ҫав ҫын ун патне пынӑ та хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма ыйтнӑ. 48 Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Эсир паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсене курмасӑр ӗненместӗр». 49 Патша ҫумӗнче ӗҫлекен пуҫлӑх ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, манӑн ачам вилсе кайиччен пырсамччӗ». 50 Иисус ӑна каланӑ: «Каях, санӑн ывӑлу сывалчӗ». Лешӗ Иисусӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ те кайнӑ. 51 Ҫул ҫинче ӑна чурисем тӗл пулнӑ. Вӗсем унӑн ывӑлӗ сывални ҫинчен калама ӑна хирӗҫ тухнӑ пулнӑ. 52 Вӑл вӗсенчен ывӑлӗ хӑш сехетре самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле* ӑна вӗрилентерме пӑрахрӗ», — тенӗ лешсем. 53 Ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне: «Санӑн ывӑлу сывалчӗ», — тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл та, унӑн кил-йышӗ те Иисуса ӗненнӗ. 54 Ҫакӑ Иудейӑран Галилейӑна килсен Иисус тунӑ иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ.

5 Ҫавӑн хыҫҫӑн иудейсен уявӗ ҫитнӗ, вара Иисус Иерусалима пынӑ. 2 Иерусалимра Сурӑх хапхи патӗнче пилӗк колоннадӑллӑ шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Бетза́та теҫҫӗ. 3 Ҫавӑнта чирлисем, суккӑррисем, уксаххисем, паралич ҫапнисем* питӗ нумаййӑн выртнӑ. 4 ——* 5 Унта 38 ҫул хушши чирлекен пӗр ҫын пулнӑ. 6 Иисус, ҫав ҫын унта выртнине курса тата вӑл чылайранпа чирленине пӗлсе, унран: «Санӑн сывалас килет-и?» — тесе ыйтнӑ. 7 Ҫав чирлӗ ҫын ӑна хуравланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, шыв пӑлханнӑ чухне мана шыва кӗмелли вырӑна антаракан никам та ҫук. Эпӗ пынӑ ҫӗре унта тепри кӗме ӗлкӗрет». 8 Иисус ӑна каланӑ: «Тӑр! Вырӑнна ил те утса ҫӳре». 9 Лешӗ ҫав самантрах сывалнӑ та вырӑнне илсе утма пуҫланӑ.

Ҫакӑ шӑматкун пулса иртнӗ. 10 Ҫавӑнпа иудейсем сывалнӑ ҫынна каланӑ: «Паян шӑматкун, закон тӑрӑх санӑн вырӑнна йӑтса ҫӳреме юрамасть». 11 Вӑл вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Мана сыватаканӗ вырӑнна ил те утса ҫӳре терӗ». 12 Вӗсем унран: «Сана вырӑнна ил те утса ҫӳре текенни кам вӑл?» — тесе ыйтнӑ. 13 Анчах та сывалнӑ ҫын хӑйне сыватаканӗ кам пулнине пӗлмен, мӗншӗн тесен Иисус ҫавӑнта тӑракан халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ.

14 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус ӑна храмра тӗл пулнӑ та каланӑ: «Халӗ эсӗ сывӑ ӗнтӗ. Хӑвӑнпа тата япӑхраххи пулса ан тухтӑр тесен урӑх ҫылӑха ан кӗр». 15 Ҫав ҫын иудейсем патне кайнӑ та хӑйне сыватаканӗ Иисус пулни ҫинчен каланӑ. 16 Ҫакӑн пек ӗҫсене шӑматкун тунӑшӑн иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ. 17 Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Атте халӗ те ӗҫлет, эпӗ те ӗҫлетӗп». 18 Ҫавӑнпа та иудейсем ӑна вӗлерес тесе тата ытларах вӑй хунӑ, мӗншӗн тесен, вӗсен шучӗпе, вӑл шӑматкун ҫинчен калакан закона пӑснӑ кӑна мар, Турра манӑн Атте тенипе хӑйне Турӑпа та тан тунӑ.

19 Ҫакна хирӗҫ Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тума пултараймасть, вӑл Ашшӗ мӗн тунине курать те ҫавна ҫеҫ тӑвать. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавна Ашшӗ тунӑ пекех тӑвать. 20 Ашшӗ Ывӑлне юратать, хӑй мӗн тунине вӑл ӑна пӗтӗмпех кӑтартать. Вӑл ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр. 21 Ашшӗ вилнисене чӗртсе тӑратса вӗсене пурнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурнӑҫ парас тет, ҫавна пурнӑҫ парать. 22 Ашшӗ никама та суд тумасть, суд тӑвассине вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ, 23 ҫапла вара Ашшӗне хисепленӗ пекех пурте Ывӑлне те хисеплеччӗр тенӗ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест. 24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам манӑн сӑмаха итлет тата мана яракана ӗненет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет, ӑна суд та тумӗҫ. Вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ.

25 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вӑхӑт ҫитсе пырать, ҫитрӗ те ӗнтӗ — вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ, итлекенсем вара пурӑнӗҫ. 26 Ашшӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ пекех, вӑл Ывӑлне те пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ тунӑ. 27 Ашшӗ ӑна суд тума та власть панӑ, мӗншӗн тесен вӑл Этем Ывӑлӗ. 28 Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитсе пырать: виле шӑтӑкӗнче выртакансем пурте* унӑн сассине илтӗҫ те 29 тухӗҫ. Ырӑ тунисем пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, йӗркесӗр ӗҫ тунисем суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 30 Эпӗ хам тӗллӗн нимӗн те тума пултараймастӑп. Атте мӗнле калать, эпӗ ҫапла суд тӑватӑп. Манӑн суд тӗрӗс, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн ирӗке мар, хама яраканӑн ирӗкне тума тӑрӑшатӑп.

31 Эпӗ хам ҫинчен хамах каласа пӗлтеретӗп пулсан, эпӗ каласа пӗлтерни чӑн мар. 32 Ман ҫинчен урӑххи каласа пӗлтерет, вӑл ман ҫинчен каласа пӗлтерни чӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп. 33 Эсир Иоанн патне ҫынсем ятӑр, вӑл ман ҫинчен чӑннине каласа пӗлтерчӗ. 34 Мана хам ҫинчен ҫын каласа пӗлтерни кирлӗ мар, ҫакна эпӗ сирӗн ҫӑлӑнмалла пултӑр тесе калатӑп. 35 Иоанн ялкӑшса ҫунакан ҫутаткӑҫ пекчӗ, эсир ун ҫутинче пӗр вӑхӑт ҫеҫ савӑнас терӗр. 36 Анчах Иоанн каласа пӗлтернисӗр пуҫне манӑн тата пӗлтерӗшлӗрех ҫирӗплетӳ пур: Атте мана шанса панӑ ӗҫсем — эпӗ тӑвакан ӗҫсемех — мана Атте янине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. 37 Мана янӑ Атте хӑй те ман ҫинчен каласа пӗлтерчӗ. Эсир вара унӑн сассине нихӑҫан та илтмен, унӑн сӑнне те курман. 38 Унӑн сӑмахӗ сирӗн чӗрере ҫук, мӗншӗн тесен вӑл кама янӑ, ҫавна эсир ӗненместӗр.

39 Эсир Ҫырӑва тӗпчетӗр, мӗншӗн тесен ун урлӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илетпӗр тесе шутлатӑр, вӑл вара ман ҫинчен пӗлтерет. 40 Апла пулин те, эсир пурнӑҫ илме ман пата килесшӗн мар. 41 Мана ҫын мухтани кирлӗ мар. 42 Сирӗн чӗрере Турра юратни ҫуккине эпӗ пӗлетӗп. 43 Эпӗ Атте ячӗпе килтӗм, анчах эсир мана йышӑнмастӑр. Кам та пулин урӑххи хӑйӗн ячӗпе килсен, эсир ӑна йышӑннӑ пулӑттӑр. 44 Эсир пӗр-пӗрне мухтанине йышӑнатӑр пулсан, анчах та хӑвӑра пӗртен-пӗр Турӑ мухтатӑр тесе тӑрӑшмастӑр пулсан, мӗнле-ха эсир ӗненме пултаратӑр? 45 Эпӗ сире Атте умӗнче айӑплӑп тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанса тӑракан Моисей пур. 46 Енчен те эсир Моисее ӗненнӗ пулсан, эсир мана та ӗненнӗ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен вӑл ман ҫинчен ҫырнӑ. 47 Эсир вӑл ҫырнине ӗненместӗр пулсан, манӑн сӑмахсене епле ӗненӗр?»

6 Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галиле́я тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ (ӑна тата Тивериа́да тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ). 2 Вӑл чирлисене тӗлӗнмелле майпа сыватнине курнӑран питӗ нумай ҫын ун хыҫҫӑн пынӑ. 3 Иисус ту ҫине хӑпарнӑ, унта вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ. 4 Иудейсен Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ. 5 Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та хӑй патне питӗ нумай ҫын пынине курнӑ, вара Филипа каланӑ: «Пирӗн ҫак халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫта туянмалла-ши?» 6 Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ. 7 Филипп ӑна хуравланӑ: «Эпир 200 дина́рилӗх* ҫӑкӑр туянсан та, ҫакӑ кашнине пӗрер татӑк парса тухмашкӑн та ҫитеймӗ». 8 Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Си́мон Пётрӑн шӑллӗ Андрей, ӑна ҫапла каланӑ: 9 «Кунта пӗр арҫын ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пулӑ пур. Анчах ҫак йышлӑ халӑхшӑн мӗнех вӑл?»

10 Иисус каланӑ: «Ҫынсене ларса тухма хушӑр». Ҫав вырӑн ҫеремлӗ пулнӑ. Ҫынсем вара ларса тухнӑ, арҫынсем кӑна 5 000-е яхӑн пулнӑ. 11 Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ҫавӑнта ларакансене валеҫсе панӑ. Вӑл пулла та ҫавӑн пекех валеҫнӗ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ панӑ. 12 Вӗсем ҫисе тӑрансан, вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр». 13 Вӗсем пилӗк урпа ҫӑкӑрӗнчен юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ та 12 карҫинкка туллиех тултарнӑ.

14 Ҫынсем вӑл ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тунине курсан ҫапла калама пуҫланӑ: «Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк». 15 Иисус вара, вӗсем хӑйне тытса патша тӑвасшӑн пулнине пӗлсе, пӗччен пулас тесе каллех ту ҫине кайнӑ.

16 Каҫ пулсан, вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ та 17 кимӗ ҫине ларса тинӗс тепӗр енне, Капернаума, ишсе кайнӑ. (Тӗттӗмленсен те Иисус вӗсем патне пыман пулнӑ-ха.) 18 Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑ хумханма тытӑннӑ. 19 Вӗсем пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм* ишсе кайсан, Иисус тинӗс ҫийӗпе утса пынине, кимӗ патне ҫывхарнине курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. 20 Вӑл вӗсене: «Ан хӑрӑр, ку эпӗ!» — тенӗ. 21 Вара вӗсем ӑна хаваспах хӑйсем патне кимӗ ҫине илнӗ. Часах вӗсем хӑйсем ҫитес тенӗ ҫыран хӗррине ҫитсе тӑнӑ.

22 Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑнӑ ҫынсем ҫыран хӗрринче пӗр кимме те курман. Унта малтан пӗр пӗчӗк кимӗ кӑна пулнӑ, анчах Иисус ҫав кимӗ ҫине хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ларман, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнӑ пулнӑ. 23 Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран кимӗсем ҫитнӗ те, Ҫӳлхуҫа кӗлтуса тав тунӑ хыҫҫӑн ҫынсем ӑҫта ҫӑкӑр ҫинӗ, ҫав вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ. 24 Анчах Иисус та, вӗренекенӗсем те унта ҫуккине пӗлсен, ҫынсем кимӗсем ҫине ларнӑ та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнӑ.

25 Вара ӑна тинӗс тепӗр енче тупса каланӑ: «Вӗрентекен*, эсӗ кунта хӑҫан килтӗн?» 26 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир мана тӗлӗнмелле ӗҫсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр. 27 Ҫӗрекен апатшӑн мар, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫӗрмен апатшӑн тӑрӑшӑр. Ҫав апата сире Этем Ывӑлӗ парӗ, мӗншӗн тесен ун ҫине Атте, Турӑ хӑй, ырланине кӑтартакан пичет лартнӑ».

28 Вара вӗсем унран ыйтнӑ: «Турӑ пире ырлатӑр тесен пирӗн мӗнле ӗҫсем тумалла?» 29 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Турӑ кама янӑ, ҫавна ӗненмелле. Акӑ мӗн Турӑ ырлать». 30 Унтан вӗсем ӑна каланӑ: «Хӑвна ӗнентерес тесе эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? Мӗнле ӗҫ тӑвӑн? 31 Пирӗн мӑн асаттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: „Ҫимешкӗн вӑл вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ“». 32 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Моисей сире тӳперен чӑн ҫӑкӑр паман, халӗ сире ӑна манӑн Атте парать. 33 Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл — тӳперен анаканни, тӗнчене пурнӑҫ параканни». 34 Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пире ҫав ҫӑкӑра яланах парса тӑрсам».

35 Иисус вӗсене каланӑ: «Пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ — эпӗ. Ман пата килекен нихӑҫан та выҫӑ пулмӗ, мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ. 36 Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир мана куратӑр пулин те, мана ӗненместӗр. 37 Атте мана панисем пурте ман пата килӗҫ, хам пата килекене эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп. 38 Эпӗ тӳперен хамӑн ирӗке тума мар, хама яраканӑн ирӗкне тума аннӑ. 39 Мана яраканӑн ирӗкӗ вара акӑ ҫапла: вӑл мана панисенчен манӑн пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун манӑн вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла. 40 Манӑн Аттен ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне йышӑнаканӑн тата ӑна ӗненекенӗн кашнин ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелле; эпӗ ӑна юлашки кун вилӗмрен чӗртсе тӑратӑп».

41 «Эпӗ тӳперен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ. 42 Вӗсем каланӑ: «Ку Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? Эпир унӑн ашшӗпе амӑшне пӗлетпӗр-ҫке. Мӗнле-ха вӑл: „Эпӗ тӳперен аннӑ“, — тесе калаять?» 43 Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Ӳпкелешме чарӑнӑр. 44 Мана янӑ Атте ман пата илсе пымасан, никам та ман пата килеймӗ. Хам пата килекене эпӗ юлашки кун вилӗмрен чӗртсе тӑратӑп. 45 Пророксем ҫырнӑ: „Вӗсене пурне те Иегова* вӗрентсе ҫитерӗ“. Аттене итлекен тата унран вӗренекен кашни ҫын ман пата килет. 46 Ҫакӑ вӑл ҫынсенчен кам та пулин Аттене курнине пӗлтермест. Кам Турӑран килнӗ, ҫавӑ ҫеҫ Аттене курнӑ. 47 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам ӗненет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет.

48 Эпӗ — пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ. 49 Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пушхирте манна ҫинӗ, ҫапах та вӗсем вилнӗ. 50 Тӳперен анакан ҫӑкӑра ҫиекен вара вилмест. 51 Эпӗ — тӳперен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫак ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Ҫак ҫӑкӑр вӑл — манӑн кӗлетке, ӑна эпӗ ҫынсен* пурнӑҫӗшӗн парӑп».

52 Иудейсем пӗр-пӗринпе тавлашма пуҫланӑ: «Мӗнле-ха вӑл хӑйӗн кӗлеткине пире ҫиме пама пултарать?» 53 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн кӗлеткине ҫимесен тата унӑн юнне ӗҫмесен, пурнӑҫ илеймӗр*. 54 Кам манӑн кӗлеткене ҫиет тата манӑн юна ӗҫет, ҫавӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илет. Эпӗ ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп. 55 Мӗншӗн тесен манӑн кӗлетке — чӑн апат, манӑн юн — чӑн ӗҫмелли. 56 Кам манӑн кӗлеткене ҫиет тата манӑн юна ӗҫет, ҫавӑ манпа пӗрлӗхре, эпӗ те унпа пӗрлӗхре. 57 Мана чӗрӗ Атте янӑ, Аттене пула эпӗ пурӑнатӑп, ҫавнашкалах манӑн кӗлеткене ҫиекен те мана пула пурӑнӗ. 58 Ҫакӑ ӗнтӗ тӳперен аннӑ ҫӑкӑр. Вӑл сирӗн мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ ҫӑкӑр пек мар — вӗсем ӑна ҫисессӗн те вилнӗ. Кам ҫак ҫӑкӑра ҫиет, ҫавӑ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ». 59 Ҫакна вӑл Капернаумри синагогӑра* вӗрентнӗ чухне каланӑ.

60 Ҫак сӑмахсене илтсен унӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ каланӑ: «Мӗн калаҫать вӑл? Ҫакна кам итлеме пултарайӗ?» 61 Вӗренекенӗсем ҫакӑн пирки ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑ сирӗн ӗненӗве хавшатрӗ-и?* 62 Этем Ывӑлӗ хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленнине курсан мӗн тӑвӑр-ши эсир? 63 Сывлӑш пурнӑҫ парать, ӳтрен вара ним усси те ҫук. Эпӗ сире каланӑ сӑмахсем — сывлӑш тата пурнӑҫ. 64 Анчах сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗненмеҫҫӗ». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине тата хӑйне кам сутассине малтанах пӗлнӗрен каланӑ. 65 Вӑл тата каланӑ: «Акӑ мӗншӗн эпӗ сире Атте илсе пырас темесен ман пата никам та килме пултараймасть терӗм».

66 Ҫавна пула вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ унчченхи ӗҫӗсем патне таврӑннӑ та урӑх унпа ҫӳремен. 67 Иисус вара вуниккӗшӗнчен ыйтнӑ: «Эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и?» 68 Си́мон Пётр хуравласа каланӑ ӑна: «Ҫӳлхуҫа, пирӗн кам патне каяс? Санӑн сӑмахусем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыраҫҫӗ. 69 Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, эпир ҫакна ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те». 70 Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире, вуниксӗре, хам суйласа илмерӗм-и? Анчах та сирӗнтен пӗри — элекҫӗ*». 71 Ҫакна вӑл Иуда ҫинчен, Си́мон Искариотӑн ывӑлӗ ҫинчен, каланӑ. Вӑл вуниккӗшӗнчен пӗри пулнӑ пулин те, Иисуса сутасшӑн пулнӑ.

7 Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Вӑл Иудейӑна каяс темен, мӗншӗн тесен иудейcем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ. 2 Иудейсен Чатӑр* уявӗ ҫывхарса килнӗ. 3 Ҫавӑнпа унӑн шӑллӗсем ӑна каланӑ: «Кунта ан юл, Иудейӑна кай, эсӗ тӑвакан ӗҫсене санӑн ытти вӗренекенӳсем те курччӑр. 4 Ҫын хӑйӗн ҫинчен ыттисем пӗлччӗр тет пулсан нимӗн те вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакӑн пек ӗҫсене тӑватӑн пулсан, хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин». 5 Тӗрӗссипе каласан, унӑн шӑллӗсем ӑна ӗненмен. 6 Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн вӑхӑт ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт. 7 Тӗнчен сире курайми пулма сӑлтав ҫук, мана вара вӑл кураймасть, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн ӗҫӗсем усал пулни ҫинчен каласа пӗлтеретӗп. 8 Эсир уява кайӑр. Эпӗ унта хальлӗхе каймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн вӑхӑт ҫитмен-ха». 9 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ та Галилейӑрах юлнӑ.

10 Шӑллӗсем уява кайсан вара, Иисус та унта кайнӑ. Вӑл никама систермесӗр, вӑрттӑн пынӑ. 11 Уявра иудейсем: «Ӑҫта-ши вӑл?» — тесе ӑна шырама пуҫланӑ. 12 Халӑх хушшинче ун пирки тӗрлӗрен калаҫнӑ. Пӗрисем: «Вӑл лайӑх ҫын», — тенӗ. Теприсем: «Ҫук, вӑл халӑха улталать», — тенӗ. 13 Анчах та иудейсенчен хӑранипе никам та ун пирки уҫҫӑн калаҫман.

14 Ҫур уяв иртсен, Иисус храма кӗнӗ те вӗрентме пуҫланӑ. 15 Иудейсем тӗлӗнсе кайса каланӑ: «Мӗнле-ха вӑл шкулсенче* вӗренмесӗрех Ҫырӑва пӗлет?» 16 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Эпӗ вӗрентни хамран мар, мана яраканран. 17 Кам унӑн ирӗкне тӑвасшӑн, ҫавӑ ҫакна пӗлӗ: ҫак вӗрентӳ Турӑран-и е эпӗ хамран калатӑп-и. 18 Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн мухтав шырать, кам хӑйне яраканшӑн мухтав шырать, ҫавӑ чӑннине калать, унра суя ҫук. 19 Моисей сире закон паман-им? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те закона тытса тӑмасть. Мӗншӗн эсир мана вӗлересшӗн?» 20 Халӑх ӑна хирӗҫ: «Санӑн ӑшунта демон. Кам сана вӗлересшӗн?» — тенӗ. 21 Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурте тӗлӗнетӗр. 22 Апла ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Моисей сире ӳт кастармалли пирки закон панӑ (тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ Моисейран та мар, мӑн асаттесенчен тухнӑ), эсир шӑматкун та ӳт кастаратӑр. 23 Моисей законне пӑсас мар тесе ҫыннӑн ӳтне шӑматкун кастараҫҫӗ пулсан, эпӗ ҫынна шӑматкун пӗтӗмпех сыватнӑшӑн мӗншӗн-ха ман ҫине тарӑхатӑр? 24 Ҫиелтен пӑхса суд ан тӑвӑр — тӳрӗ суд тӑвӑр».

25 Ҫавӑн чухне Иерусалим ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Ҫак ҫынна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? 26 Акӑ вӑл пурин умӗнче те калаҫать, ҫапах ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ. Тен, пуҫлӑхсем вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитрӗҫ? 27 Анчах та эпир вӑл ӑҫтан пулнине пӗлетпӗр, Христос килес пулсан вара, вӑл ӑҫтан пулнине никам та пӗлмӗччӗ». 28 Ҫавӑн чухне Иисус храмра вӗрентсе хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсир мана пӗлетӗр, эпӗ ӑҫтан пулнине те пӗлетӗр. Эпӗ хам тӗллӗн килмен. Мана яраканни чӑнах та пур, анчах та эсир ӑна пӗлместӗр. 29 Эпӗ ӑна пӗлетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ун патӗнчен килтӗм, мана вӑл ячӗ». 30 Вара вӗсем ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах никам та ҫавна тӑвайман, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен пулнӑ-ха. 31 Ҫав-ҫавах ҫынсенчен нумайӑшӗ ӑна ӗненнӗ, вӗсем: «Христос килсен нивушлӗ ҫак ҫын тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен те ытларах тӑвӗ?» — тенӗ.

32 Халӑх хушшинче Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ, вара аслӑ священниксемпе фарисейсем ӑна тытма хуралҫӑсене янӑ. 33 Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнпе тата кӑштах пулӑп, унтан хама яраканни патне кайӑп. 34 Эсир мана шырӑр та — тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр». 35 Иудейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла каланӑ: «Эпир ӑна тупаяс ҫук ҫӗре ӑҫта каясшӑн вара вӑл? Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса грексене те вӗрентесшӗн мар-и? 36 Вӑл: „Эсир мана шырӑр та — тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр“, — тени мӗне пӗлтерет-ши?»

37 Уявӑн юлашки кунӗнче, аслӑ кунӗнче, Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ ман пата килтӗр те ӗҫтӗр. 38 Кам мана ӗненет, ҫавӑн — Ҫырура каланӑ пек — „ӑшӗнчен чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ“». 39 Ҫакна Иисус хӑйне ӗненекенсем илес святой сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки вӗсем святой сывлӑш илмен пулнӑ-ха. 40 Ҫак сӑмахсене илтсен халӑх хушшинче хӑшӗ-пӗрисем: «Ку чӑнах та Пророк», — теме пуҫланӑ. 41 Теприсем: «Ку Христос», — тенӗ. Тата теприсем ҫапла каланӑ: «Христос Галилейӑран килет-и вара? 42 Ҫырура Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралса ӳснӗ Вифлее́м ялӗнчен пулать тесе ҫырман-и-ха?» 43 Ҫапла халӑх хушшинче ун пирки тавлашу тухнӑ. 44 Хӑшӗ-пӗрисем ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах никам та ҫавна тӑвайман.

45 Хуралҫӑсем ӗнтӗ аслӑ священниксемпе фарисейсем патне таврӑннӑ, лешсем вӗсене каланӑ: «Эсир мӗншӗн ӑна тытса килмерӗр?» 46 Хуралҫӑсем: «Ҫак ҫын калаҫнӑ пек никам та нихӑҫан та калаҫман», — тесе хуравланӑ. 47 Фарисейсем вӗсене каланӑ: «Вӑл сире те улталарӗ-и? 48 Ӑна пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и? 49 Ҫак ҫынсем закона пӗлмеҫҫӗ, ылханлӑ вӗсем». 50 Вӗсенчен пӗри, пӗррехинче Иисус патне пынӑ Никоди́м, вӗсене каланӑ: 51 «Пирӗн закон тӑрӑх, ҫынна малтан итлемесӗр тата вӑл мӗн тунине пӗлмесӗр ӑна суд тума юрать-и вара?» 52 Вӗсем ӑна хирӗҫ каланӑ: «Мӗн, эсӗ те Галилейӑран-им? Ҫырӑва тӗпче, пророк Галилейӑран килме пултарайманнине курӑн вара»*.

8 12 Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ — тӗнче ҫути. Ман хыҫҫӑн пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн пурнӑҫ ҫути пулӗ». 13 Вара фарисейсем ӑна каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн ҫинчен ху каласа пӗлтеретӗн, эсӗ калани чӑн мар». 14 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ хам ҫинчен хам каласа пӗлтеретӗп пулин те, эпӗ калани чӑн, мӗншӗн тесен эпӗ хам ӑҫтан килнине тата ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара эпӗ ӑҫтан килнине тата ӑҫта каяссине пӗлместӗр. 15 Эсир этем виҫипе* суд тӑватӑр, эпӗ вара никама та суд тумастӑп. 16 Эпӗ суд тӑватӑп пулсан та, манӑн суд тӗрӗс, мӗншӗн тесен эпӗ хам тӗллӗн мар, хама янӑ Аттепе пӗрле суд тӑватӑп. 17 Иккӗн каласа пӗлтерни чӑн тесе сирӗн законра та ҫырнӑ. 18 Эпӗ хам ҫинчен хам каласа пӗлтеретӗп, мана янӑ Атте те ман ҫинчен каласа пӗлтерет». 19 Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Санӑн Аҫу ӑҫта?» Иисус хуравласа каланӑ: «Эсир мана та, манӑн Аттене те пӗлместӗр. Эсир мана пӗлнӗ пулсан, манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑр». 20 Иисус ҫак сӑмахсене храмра, укҫа ямалли савӑтсем тӑнӑ вырӑнта, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Анчах та ӑна никам та ярса тытман, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен пулнӑ-ха.

21 Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир мана шырама пуҫлатӑр, ҫав-ҫавах хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр». 22 Иудейсем вара ҫапла калама пуҫланӑ: «„Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр“, — тет, вӑл хӑйне хӑй вӗлересшӗн мар пулӗ те?» 23 Иисус вӗсене тата каланӑ: «Эсир — ҫӗртен, эпӗ — ҫӳлтен; эсир — ку тӗнчерен, эпӗ — ку тӗнчерен мар. 24 Ҫавӑнпа эпӗ сире хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр тесе каларӑм та. Эпӗ кам пулнине ӗненмесен, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр». 25 Вӗсем унран: «Кам вара эсӗ?» — тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус вӗсене хуравланӑ: «Мӗн тума эпӗ сирӗнпе калаҫса тӑратӑп? 26 Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, суд тумалли нумай. Мана яракан чӑннине калать, эпӗ унран илтнине ҫеҫ тӗнчене калатӑп». 27 Вӑл Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланса илеймен. 28 Унтан Иисус каланӑ: «Эсир Этем Ывӑлне ҫӗклесен* эпӗ кам пулнине, эпӗ хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем мана мӗнле вӗрентнӗ, эпӗ ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара. 29 Мана яракан манпа пӗрле. Вӑл мана пӗччен хӑвармарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ яланах ӑна юрӑхлине тӑватӑп». 30 Вӑл ҫакна каланӑ чухне нумайӑшӗ ӑна ӗненнӗ.

31 Унтан Иисус хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир манӑн сӑмаха тытса тӑрсан, чӑнах та манӑн вӗренекенсем пулатӑр, 32 эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ». 33 Иудейсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӑна хирӗҫ каланӑ: «Эпир Авраа́м тӑхӑмӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Мӗнле-ха эсӗ пире ирӗклӗ пулатӑр тетӗн?» 34 Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫылӑх тӑвакан кирек кам та — ҫылӑх чури. 35 Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнмасть, хуҫан ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать. 36 Ҫавӑнпа та Ывӑлӗ сире ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех ирӗклӗ пулатӑр. 37 Эсир Авраа́м тӑхӑмӗнчен пулнине эпӗ пӗлетӗп. Анчах эсир мана вӗлересшӗн, мӗншӗн тесен манӑн сӑмахсене йышӑнмастӑр. 38 Эпӗ хамӑн Аттепе пулнӑ чухне мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп, эсир вара хӑвӑр аҫӑртан мӗн илтнӗ, ҫавна тӑватӑр». 39 Вӗсем ӑна хирӗҫ: «Пирӗн атте — Авраа́м», — тенӗ. Иисус каланӑ вӗсене: «Эсир Авраа́м ачисем пулнӑ пулсан, Авраа́м мӗн тунине тунӑ пулӑттӑр. 40 Анчах эсир мана — Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа панӑ ҫынна — вӗлересшӗн. Авраа́м ун пек туман. 41 Эсир хӑвӑрӑн аҫӑр тунине тӑватӑр». Вӗсем ӑна каланӑ: «Эпир аскӑн ӗҫрен* ҫуралман, пирӗн пӗр Атте — Турӑ».

42 Иисус вӗсене каланӑ: «Сирӗн Аҫӑр Турӑ пулнӑ пулсан, эсир мана юратнӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен эпӗ Турӑ патӗнчен килтӗм, халӗ эпӗ кунта. Эпӗ хам тӗллӗн килмен, мана вӑл ячӗ. 43 Мӗншӗн эсир эпӗ мӗн каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен манӑн сӑмахсене итлеме пултараймастӑр. 44 Сирӗн аҫӑр — Шуйттан*, эсир аҫӑрӑн кӑмӑлне мӗн каять, ҫавна тӑвасшӑн. Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ, вӑл чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесен ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук. Суйса каланӑ чухне вӑл мӗнлерех пулни курӑнать, мӗншӗн тесен вӑл — суеҫӗ, суя ашшӗ. 45 Эпӗ вара чӑннине калатӑп, эсир мана ҫавӑнпа ӗненместӗр. 46 Сирӗнтен кам мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплаять? Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, мӗншӗн эсир мана ӗненместӗр? 47 Кам Турӑран, ҫавӑ Туррӑн сӑмахӗсене итлет. Эсир итлеместӗр, мӗншӗн тесен эсир Турӑран мар».

48 Ҫакна хирӗҫ иудейсем ӑна каланӑ: «Эсӗ Сама́ри ҫынни, санӑн ӑшра демон тесе эпир тӗрӗсех каламастпӑр-и вара?» 49 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Манӑн ӑшра демон ҫук. Эпӗ хамӑн Аттене чыслатӑп, эсир вара мана чыссӑрлататӑр. 50 Эпӗ хама мухтава кӑларасшӑн тӑрӑшмастӑп, мана Турӑ мухтава кӑларасшӑн, вӑлах суд тӑвать. 51 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам манӑн сӑмаха тытса тӑрать, ҫавӑ нихӑҫан та вилӗм курмӗ». 52 Иудейсем ӑна каланӑ: «Халь ӗнтӗ эпир чӑнах та санӑн ӑшра демон пулнине пӗлтӗмӗр. Авраа́м та, пророксем те вилнӗ. Эсӗ вара: „Кам манӑн сӑмаха тытса тӑрать, ҫавӑ нихӑҫан та вилмест“, — тетӗн. 53 Эсӗ мӗн, пирӗн Авраа́м аттерен те аслӑрах-им? Вӑл вилнӗ. Пророксем те вилнӗ. Эсӗ хӑвна кам вырӑнне хуратӑн?» 54 Иисус ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ хама хам мухтава кӑларатӑп пулсан, манӑн мухтавӑм ниме те тӑмасть. Мана манӑн Атте мухтава кӑларать, эсир ун пирки „пирӗн Турӑ“ тетӗр. 55 Ҫапах та эсир ӑна пӗлместӗр. Эпӗ вара ӑна пӗлетӗп. Эпӗ ӑна пӗлместӗп тесе каласан, сирӗн пекех суеҫӗ пулнӑ пулӑттӑм. Анчах та эпӗ ӑна пӗлетӗп, унӑн сӑмахне тытса тӑратӑп. 56 Сирӗн аҫӑр Авраа́м манӑн куна курасса шанса питӗ савӑннӑ, вӑл ӑна курнӑ та — савӑннӑ». 57 Вара иудейсем ӑна каланӑ: «Эсӗ 50 ҫула та ҫитмен, мӗнле-ха эсӗ Авраама курма пултарнӑ?» 58 Иисус каланӑ вӗсене: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эпӗ Авраа́м ҫураличченех пулнӑ». 59 Вара вӗсем ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ, анчах Иисус пытаннӑ, кайран храмран тухса кайнӑ.

9 Утса пынӑ чухне Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ. 2 Унӑн вӗренекенӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен*, вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е унӑн ашшӗ-амӑшӗ-и?» 3 Иисус хуравланӑ: «Вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Туррӑн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе ҫапла пулнӑ. 4 Кун ҫути пур чухне пирӗн мана яраканӑн ӗҫӗсене тумалла. Каҫ ҫывхарса килет, ун чухне никам та ӗҫлеме пултараймасть. 5 Тӗнчере чухне эпӗ — тӗнче ҫути». 6 Ҫакна каласан вӑл ҫӗре сурнӑ та сурчӑкне тӑпрапа хутӑштарнӑ, вара ҫав хутӑшпа суккӑр ҫыннӑн куҫне сӗрнӗ. 7 Унтан ӑна каланӑ: «Кай та Силоа́м шывӗнче* ҫӑвӑн» («Силоа́м» тени «янӑскер» тесе куҫарӑнать). Лешӗ кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса таврӑннӑ.

8 Ӗнтӗ кӳршисем тата унччен вӑл ыйткаласа ларнине курнӑ ҫынсем: «Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» — теме пуҫланӑ. 9 «Ҫавӑ», — тенӗ хӑшӗ-пӗрисем. Теприсем: «Ҫук, пӑхсан ҫеҫ вӑл ун евӗрлӗ», — тенӗ. Хӑй вӑл: «Ку эпӗ», — тенӗ. 10 Вӗсем унран ыйтнӑ: «Санӑн куҫу мӗнле уҫӑлчӗ вара?» 11 Вӑл ҫапла хуравланӑ: «Иисус ятлӑ ҫын темле хутӑш туса ман куҫа сӗрчӗ те мана Силоама кайса ҫӑвӑнма хушрӗ. Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та — куракан пултӑм». 12 Вӗсем унран: «Ӑҫта вӑл?» — тесе ыйтнӑ. «Пӗлместӗп», — тенӗ лешӗ.

13 Унччен суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ. 14 Иисус хутӑш туса унӑн куҫне уҫнӑ чухне шӑматкун пулнӑ. 15 Фарисейсем те ҫав ҫынран вӑл мӗнле майпа куракан пулни ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Вӑл ман куҫ ҫине темле хутӑш хучӗ, эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пулса тӑтӑм». 16 Хӑш-пӗр фарисейсем: «Ҫав ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен вӑл шӑматкуна тытса тӑмасть», — теме пуҫланӑ. Теприсем каланӑ: «Ҫылӑхлӑ ҫын ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тума пултартӑр?» Вӗсем тавлашсах кайнӑ. 17 Вара суккӑр пулнӑ ҫынран татах ыйтнӑ: «Ун ҫинчен эсӗ мӗн калӑн? Вӑл санӑн куҫна уҫнӑ вӗт». Лешӗ: «Вӑл пророк», — тенӗ.

18 Ҫапах та иудейсем вӑл унччен суккӑр пулнине, халӗ вара куракан пулнине ӗненмен. Вӗсем унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнтерсе илнӗ те 19 вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир сирӗн ывӑл суккӑр ҫуралнӑ тетӗр, ку ҫавӑ-и? Мӗнле-ха вӑл халӗ куракан пулчӗ?» 20 Унӑн ашшӗпе амӑшӗ хуравланӑ: «Ҫапла, ку пирӗн ывӑл. Вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр. 21 Анчах мӗнле вӑл халӗ куракан пулнине пӗлместпӗр, унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын. Хӑйӗн ҫинчен хӑй каласа патӑр». 22 Унӑн ашшӗ-амӑшӗ иудейсенчен хӑранипе ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесен Иисуса Христос тесе йышӑнакана кирек кама та иудейсем синагогӑран кӑларса яма калаҫса татӑлнӑ пулнӑ. 23 Ҫавӑнпа унӑн ашшӗпе амӑшӗ: «Вӑл ҫитӗннӗ ҫын. Хӑйӗнчен ыйтӑр», — тенӗ.

24 Вара суккӑр пулнӑ ҫынна иккӗмӗш хут чӗнсе илсе каланӑ: «Турӑ умӗнче тӗрӗссине кала.* Эпир вӑл ҫылӑхлӑ ҫын пулнине пӗлетпӗр». 25 Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Ҫылӑхлӑ-и вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и — эпӗ пӗлместӗп. Пӗр ҫакна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп». 26 Вӗсем унран ыйтнӑ: «Мӗн турӗ вӑл сана? Санӑн куҫна мӗнле уҫрӗ?» 27 Лешӗ вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр. Мӗншӗн эсир ҫакна тепӗр хут илтесшӗн? Эсир те унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и-мӗн?» 28 Вӗсем унран йӗрӗнсе ҫапла каланӑ: «Эсӗ — унӑн вӗренекенӗ, эпир вара Моисейӑн вӗренекенӗсем. 29 Моисейпа Турӑ калаҫнине эпир пӗлетпӗр, ку ҫын ӑҫтан пулнине вара пӗлместпӗр». 30 Лешӗ вӗсене хуравланӑ: «Ҫакӑ тӗлӗнтерет те: вӑл манӑн куҫа уҫрӗ, эсир вара вӑл ӑҫтан пулнине пӗлместӗр. 31 Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене итлеменнине эпир пӗлетпӗр. Вӑл хӑйӗнчен хӑракан, хӑйӗн ирӗкне туса тӑракан ҫынна ҫеҫ итлет. 32 Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫни ҫинчен халиччен никам та илтмен. 33 Вӑл Турӑран пулмасан нимӗн те тума пултарайман пулӗччӗ». 34 Вӗсем ӑна хирӗҫ: «Эсӗ, йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, пире вӗрентетӗн-и тата?» — тенӗ те ӑна хӑваласа янӑ.

35 Ӑна хӑваласа яни ҫинчен Иисус илтнӗ, вара ӑна тӗл пулсан унран ыйтнӑ: «Эсӗ Этем Ывӑлне ӗненетӗн-и?» 36 Лешӗ каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, кам вӑл? Кала-ха мана, вара эпӗ ӑна ӗненӗттӗм». 37 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ ӑна куртӑн, халӗ вӑл санпа калаҫать». 38 Лешӗ: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 39 Унтан Иисус каланӑ: «Эпӗ ҫак тӗнчене суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе суд тума килтӗм». 40 Унпа юнашар тӑнӑ фарисейсем ҫакна илтсен ӑна каланӑ: «Эпир вара суккӑр мар вӗт?» 41 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир суккӑр пулнӑ пулсан, ҫылӑхлӑ пулман пулӑттӑр. Анчах эсир: „Эпир куратпӑр“, — тетӗр, ҫавӑнпа сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр ҫинчех юлать».

10 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран мар, урӑх ҫӗртен кӗрет, ҫавӑ — вӑрӑ-хурах. 2 Алӑкран кӗрекенни вара — сурӑхсен кӗтӳҫи. 3 Хуралҫӑ ӑна алӑкне уҫса парать те, сурӑхсем унӑн сассине итлеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать. 4 Хӑйӗн пӗтӗм сурӑхне кӑларсан вӑл вӗсен умӗнче пырать, сурӑхӗсем вара ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн сассине пӗлеҫҫӗ. 5 Ют ҫын хыҫҫӑн вӗсем нихӑҫан та каймӗҫ, унран тарӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ют ҫынсен сассине пӗлмеҫҫӗ». 6 Иисус вӗсене ҫак тӗслӗхе каласа панӑ, анчах та вӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман.

7 Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эпӗ — сурӑхсем валли тунӑ алӑк. 8 Камсем хӑйсем пирки чӑн кӗтӳҫӗ тесе манран малтан килнӗ, ҫавсем пурте — вӑрӑ-хурахсем. Сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ. 9 Эпӗ — алӑк. Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ. 10 Вӑрӑ вӑрлама, вӗлерме, пӗтерме анчах килет. Эпӗ сурӑхсем пурӑнччӑр тесе, вӗсем ӗмӗрех пурӑнччӑр тесе килтӗм. 11 Эпӗ — лайӑх кӗтӳҫӗ. Лайӑх кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне парать. 12 Тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар. Вӑл кашкӑр ҫывхарнине курсан сурӑхӗсене пӑрахса тарать, кашкӑр вара хӑшӗ-пӗрисене тытать те кӗтӗве салатса ярать. 13 Тара тытнӑ ҫын вӑл тара тытнӑ ҫынах, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть. 14 Эпӗ — лайӑх кӗтӳҫӗ. Атте мана пӗлнӗ пек тата эпӗ Аттене пӗлнӗ пек, 15 эпӗ хамӑн сурӑхсене пӗлетӗп, вӗсем те мана пӗлеҫҫӗ. Эпӗ сурӑхсемшӗн хамӑн пурнӑҫа паратӑп.

16 Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картаран мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем манӑн сасса итлӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр кӗтӳҫӗ пулӗ. 17 Эпӗ хамӑн пурнӑҫа ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Атте мана юратать те. 18 Никам та манӑн пурнӑҫа туртса илмест, ӑна эпӗ хам паратӑп. Манӑн ӑна пама та, каялла илме те ирӗк пур. Ҫапла тума мана Атте хушнӑ».

19 Ҫак сӑмахсене пула иудейсем каллех тавлашса кайнӑ. 20 Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫапла каланӑ: «Унӑн ӑшӗнче демон. Вӑл ӑсран тайӑлнӑ. Мӗн итлетӗр ӑна?» 21 Теприсем вара каланӑ: «Демон ярса илнӗ ҫын кун пек сӑмахсем каламан пулӗччӗ. Демон суккӑр ҫын куҫне уҫма пултарать-и вара?»

22 Ҫавӑн чухне Иерусалимра храма халалланӑ ятпа ирттерекен уяв пулнӑ. Ун чухне хӗлле пулнӑ. 23 Иисус храмра, Соломон колоннади текен вырӑнта, утса пынӑ. 24 Иудейсем ун тавра пухӑннӑ та унран ыйтма пуҫланӑ: «Хӑҫанччен эсӗ пире каламасӑр тӑрӑн? Эсӗ Христос пулсан, тӳррӗн кала пире». 25 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм, ҫапах та эсир ӗненместӗр. Эпӗ хамӑн Аттен ячӗпе тӑвакан ӗҫсем эпӗ кам пулнине кӑтартса параҫҫӗ. 26 Анчах эсир ӗненместӗр, мӗншӗн тесен эсир манӑн сурӑхсем мар. 27 Манӑн сурӑхсем манӑн сасса итлеҫҫӗ. Эпӗ вӗсене пӗлетӗп, вӗсем ман хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. 28 Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та пӗтмӗҫ, вӗсене никам та ман алран туртса илеймӗ. 29 Вӗсене мана Аттем панӑ, вӗсем пуринчен те хаклӑ. Вӗсене Аттен аллинчен никам та туртса илме пултараймасть. 30 Эпӗ тата Атте — пӗр*».

31 Иудейсем ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ. 32 Иисус вӗсене каланӑ: «Атте ячӗпе эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм. Ҫавсенчен хӑшӗшӗн эсир мана чулпа персе вӗлересшӗн?» 33 Иудейсем ӑна хуравланӑ: «Эпир сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн мар, Турра хурланӑшӑн — ҫын пулнӑ ҫӗртенех хӑвна турӑ вырӑнне хунӑшӑн — чулпа персе вӗлересшӗн». 34 Иисус хуравланӑ вӗсене: «Сирӗн законра „‚Эсир турӑсем‘, — терӗм эпӗ“ тесе ҫырман-им? 35 Камсене Турӑ сӑмахӗ питлет, ҫавсене вӑл „турӑсем“ тенӗ. Ҫыру вара пӑрахӑҫланма пултараймасть. 36 Эппин, мӗншӗн-ха эсир мана, Атте хӑй суйласа илсе тӗнчене янӑскере, „Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех „Турра хурлатӑн“ тетӗр? 37 Эпӗ хамӑн Аттен ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, мана ан ӗненӗр. 38 Ҫав ӗҫсене тӑватӑп пулсан, мана ӗненмесен те, манӑн ӗҫсене ӗненӗр, вара эсир Атте манпа пӗрлӗхре пулнине, эпӗ те Аттепе пӗрлӗхре пулнине пӗлсе ҫавна ӗненсе тӑрӑр». 39 Вара вӗсем ӑна каллех ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах вӑл вӗсенчен тарнӑ.

40 Вӑл каллех Иорда́н тепӗр енне, Иоанн унччен шыва кӗртнӗ ҫӗре, каҫса кайнӑ та унта юлнӑ. 41 Ун патне нумай ҫын пынӑ. Вӗсем: «Иоанн пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ те туман, анчах та вӑл ҫак ҫын пирки мӗн калани пӗтӗмпех тӗрӗс пулчӗ», — тесе калаҫнӑ. 42 Ҫавӑнта нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ.

11 Ҫавӑн чухне Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марийӑпа унӑн аппӑшӗ* Марфа пурӑнакан Вифа́ни ялӗнчен пулнӑ. 2 Ҫав Мария Ҫӳлхуҫана ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь вара унӑн пиччӗшӗ* пулнӑ. 3 Марфӑпа Мария Иисус патне: «Ҫӳлхуҫа, санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», — тесе калама янӑ. 4 Ҫакна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилӗм патне илсе ҫитерекен чир мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ҫак чир урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ».

5 Иисус Марфӑна та, Марийӑна та, Лазаре те юратнӑ. 6 Лазарь чирлӗ пулни ҫинчен илтнӗ пулин те, Иисус хӑй пулнӑ вырӑнта тата тепӗр икӗ кунлӑха юлнӑ. 7 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: «Айтӑр каллех Иудейӑна каяр». 8 Вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Вӗрентекен*, нумаях пулмасть иудейсем сана чулпа персе вӗлересшӗн пулчӗҫ, эсӗ каллех унта каясшӑн-и?» 9 Иисус хуравланӑ: «Кун ҫути 12 сехете пымасть-им? Кам кун ҫутипе ҫӳрет, ҫавӑ нимрен те такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл ҫак тӗнчен ҫутине курать. 10 Кам вара ҫӗрле ҫӳрет, ҫавӑ такӑнать, мӗншӗн тесен унра ҫутӑ ҫук».

11 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл вӗсене тата каланӑ: «Пирӗн тус Лазарь ҫывӑрать, эпӗ ӑна вӑратма каятӑп». 12 Вара вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, вӑл ҫывӑрать пулсан, апла сывалӗ». 13 Иисус ӗнтӗ Лазарь вилни ҫинчен каланӑ. Вӗсем вара вӑл ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шутланӑ. 14 Вара Иисус вӗсене тӳррӗн каланӑ: «Лазарь вилнӗ. 15 Эпӗ унта пулманшӑн савӑнатӑп, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ татах та ҫирӗпленӗ. Айтӑр ун патне каяр». 16 Вара Йӗкӗреш текен Фома́ ытти вӗренекенсене каланӑ: «Айтӑр каяр та унпа пӗрле вилер».

17 Иисус Вифание ҫитсен Лазарь тӑватӑ кун ӗнтӗ тупӑклӑхра выртни ҫинчен пӗлнӗ. 18 Вифа́ни Иерусалимран инҫех мар, пӗр виҫӗ ҫухрӑмра* пулнӑ. 19 Пиччӗшӗшӗн* хуйхӑракан Марфӑпа Марийӑна йӑпатма иудейсем нумаййӑн пынӑ. 20 Иисус килет тенине илтсен Марфа ӑна хирӗҫ кайнӑ, Мария вара килтех юлнӑ. 21 Марфа Иисуса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ кунта пулнӑ пулсан, манӑн пичче* вилмен пулӗччӗ. 22 Ҫапах та эпӗ халӗ те пӗлетӗп: эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтсан та, вӑл сана парӗ». 23 Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн пиччӳ* чӗрӗлсе тӑрӗ». 24 Марфа ӑна: «Пӗлетӗп: юлашки кун вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл», — тенӗ. 25 Иисус ӑна каланӑ: «Чӗртсе тӑратаканӗ те, пурнӑҫ параканӗ те — эпӗ. Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлсе тӑрӗ. 26 Кам пурӑнать тата мана ӗненет, ҫавӑ нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?» 27 Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫа. Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп». 28 Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та Мария йӑмӑкне чӗнсе илсе ӑна вӑрттӑн каланӑ: «Вӗрентекен кунта, вӑл сана чӗнет». 29 Ҫакна илтсенех Мария васкаса тӑнӑ та ун патне кайнӑ.

30 Иисус яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах пулнӑ. 31 Мария васкасах тӑрса тухса кайнине курсан, пӳртре ӑна йӑпатса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем вӑл тупӑклӑх патне йӗме каять пулӗ тесе шутланӑ. 32 Мария Иисус пулнӑ ҫӗре пынӑ. Ӑна курсан вӑл унӑн ури умне ӳксе каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ кунта пулнӑ пулсан, манӑн пичче* вилмен пулӗччӗ». 33 Мария та, унпа пӗрле пынӑ иудейсем те йӗнине курсан, Иисус ассӑн сывласа илсе питех те хурланса-пӑлханса кайнӑ та 34 каланӑ: «Эсир ӑна ӑҫта хутӑр?» Вӗсем ӑна: «Ҫӳлхуҫа, пырса пӑхсам», — тенӗ. 35 Иисусӑн куҫҫулӗ тухнӑ. 36 Ҫакна курсан иудейсем ҫапла калама пуҫланӑ: «Пӑхӑр-ха, мӗнле хытӑ юратнӑ вӑл ӑна!» 37 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла каланӑ: «Суккӑр ҫыннӑн куҫне уҫнӑскер, вӑл ҫак ҫынна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха?»

38 Вара Иисус каллех йывӑррӑн сывласа илнӗ те тупӑклӑх патне пынӑ. Ку вӑл ту хӑвӑлӗ пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ. 39 Иисус: «Чулне илӗр», — тенӗ. Вилнин йӑмӑкӗ*, Марфа, ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, тӑватӑ кун иртрӗ ӗнтӗ, виле шӑрши те ҫапать пулӗ». 40 Иисус ӑна каланӑ: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха сана?» 41 Вара чулне илнӗ. Иисус тӳпенелле пӑхса каланӑ: «Атте, мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп сана. 42 Эсӗ мана кирек хӑҫан та илтессе эпӗ пӗлетӗп. Ҫакна эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм: вӗсем мана эсӗ янине ӗненччӗр терӗм». 43 Ҫакна каласан вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: «Лазарь, тух!» — тенӗ. 44 Вара вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. Иисус вӗсене: «Салтса ярӑр ӑна, уттӑр вӑл», — тенӗ.

45 Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ Иисус мӗн тунине курса ӑна ӗненнӗ. 46 Анчах вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. 47 Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Синедрио́н пуҫтарнӑ та каланӑ: «Мӗн тӑвар-ши? Ҫак ҫын нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать. 48 Каплипех хӑварсан, ӑна пурте ӗненӗҫ. Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн храма* та, халӑха та хӑйсен аллине ярса илӗҫ». 49 Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул чи аслӑ священник пулнӑ Каиа́фа, вӗсене каланӑ: «Эсир нимӗн те пӗлместӗр. 50 Пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын халӑхшӑн вилни хӑвӑршӑнах лайӑх пулассине ӑнланмастӑр-им?» 51 Вӑл хӑйӗн шухӑшне каламан, ҫав ҫул чи аслӑ священник пулнӑ май, вӑл Иисус халӑхшӑн вилесси пирки пророкла каланӑ. 52 Иисусӑн халӑхшӑн кӑна мар, Туррӑн сапаланса кайнӑ ачисене пӗрле пуҫтарассишӗн те вилмелле пулнӑ. 53 Ҫапла вара ҫав кунран вӗсем Иисуса мӗнле вӗлермелли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ.

54 Ҫавӑнпа Иисус иудейсем хушшинче курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пушхир ҫывӑхӗнчи ҫӗре, Ефре́м хулине, кайнӑ та хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫавӑнта юлнӑ. 55 Иудейсен Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Нумай ҫын Пасха умӗн тасалма ялсенчен Иерусалима пынӑ. 56 Вӗсем Иисуса шыранӑ, храмра тӑнӑ чухне пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Мӗнле шутлатӑр? Вӑл чӑнах та уява килмест-ши?» 57 Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара ҫапла хушнӑ: «Кам та пулин вӑл ӑҫта пулнине пӗлсен, унӑн ҫакӑн ҫинчен пире пӗлтермелле». Вӗсем ҫакна Иисуса тытас шухӑшпа каланӑ.

12 Пасха ҫитиччен ултӑ кун маларах Иисус Вифа́ни ялне, хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан яла, килнӗ. 2 Иисус валли унта каҫхи апат хатӗрленӗ, Марфа хӑнасене пӑхнӑ, Лазарь вара Иисуспа пӗрле апат ҫиекенсенчен пӗри пулнӑ. 3 Ҫавӑн чухне Мария пӗр фунт* ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, питӗ хаклӑ таса нард, илнӗ те Иисусӑн ури ҫине юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлнӑ. Вара ҫӑвӑн ырӑ шӑрши пӗтӗм пӳрте сарӑлнӑ. 4 Анчах Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, ӑна сутасшӑн пулнӑ Иуда Искарио́т, каланӑ: 5 «Ҫак ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва 300 динарипе* сутса укҫине чухӑнсене парсан лайӑхрах пулмӗччӗ-и?» 6 Ҫакна вӑл чухӑнсене пулӑшас тесе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче укҫа ещӗкӗ пулнӑ, унта хунӑ укҫана вӑл хӑй валли илкелесе тӑнӑ. 7 Иисус вара каланӑ: «Ан тив ӑна, ҫак йӑлана тума пар ӑна, ҫапла вӑл мана пытарас кун валли хатӗрлет. 8 Чухӑнсем сирӗнпе яланах пулӗҫ, эпӗ вара сирӗнпе яланах пулмӑп».

9 Иисус ӑҫта пулнине пӗлсен иудейсем ҫавӑнта нумаййӑн пынӑ, вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн пулнӑ. 10 Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерме калаҫса татӑлнӑ, 11 мӗншӗн тесен ӑна пула иудейсем нумайӑшӗ ҫавӑнта пынӑ, вара Иисуса ӗненнӗ.

12 Тепӗр кунне уява килнӗ халӑх Иисус Иерусалима килет тенине илтнӗ. 13 Вара ҫынсем пальма турачӗсем илсе ӑна хирӗҫ тухнӑ, вӗсем: «Ҫӑлсамччӗ ӑна! Иеговӑн* ячӗпе килекен Израиль Патши пиллӗхлӗ пултӑр!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 14 Иисус, ашак тихине тупса, ун ҫине утланса ларнӑ. Ҫакӑ Ҫырура ҫырнӑ пек пулнӑ, унта ҫапла каланӑ: 15 «Сио́н хӗрӗ, ан хӑра. Акӑ санӑн патшу ашак тихи ҫинче ларса килет». 16 Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна малтан ӑнланман, анчах та Иисус мухтава тухсан, ҫакна ун ҫинчен ҫырнине тата ҫынсем ун валли шӑп ҫапла тунине вӗсем аса илнӗ.

17 Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине курнӑ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ. 18 Вӑл ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх ӑна хирӗҫ тухнӑ. 19 Фарисейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫнӑ: «Куратӑр-и, эпир нимӗн те тӑваймастпӑр. Пӗтӗм тӗнче ун хыҫҫӑн пырать».

20 Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче грексем те пулнӑ. 21 Вӗсем Галилейӑри Вифсаи́да хулинчен пулнӑ Филипп патне пынӑ та унран ыйтма пуҫланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, пирӗн Иисуса курас килет». 22 Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрея кайса каланӑ, унтан Андрейпа Филипп кайнӑ та ҫавӑн ҫинчен Иисуса каланӑ.

23 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ. 24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тулӑ пӗрчи ҫӗре ӳксе вилмесен пӗр пӗрчӗ анчах юлать, вилсен — унран нумай пӗрчӗ пулать. 25 Кам хӑйӗн пурнӑҫне юратать, ҫавӑ ӑна пӗтерет. Кам вара ку тӗнчере хӑйӗн пурнӑҫне кураймасть, ҫавӑ ӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ валли упраса хӑварать. 26 Кам маншӑн ӗҫлесшӗн, ҫавӑ ман хыҫҫӑн пытӑр. Эпӗ ӑҫта пулатӑп, манӑн ӗҫлекен те ҫавӑнта пулӗ. Кам маншӑн ӗҫлесе тӑрӗ, ҫавна Атте чыс тӑвӗ. 27 Халӗ манӑн чунӑм пӑлханать. Мӗн калам-ши? Атте, ҫак йывӑр вӑхӑтран хӑтар мана. Анчах та эпӗ шӑпах ҫак вӑхӑтшӑн килнӗ. 28 Атте, хӑвӑн ятна мухтава кӑлар». Унтан тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтава кӑларӑп».

29 Ҫавна илтсен, унта тӑракан ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку аслати пулчӗ», — тенӗ. Теприсем: «Унпа ангел калаҫрӗ», — тенӗ. 30 Иисус вара каланӑ: «Ҫак сасӑ маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ. 31 Халӗ ҫак тӗнчене суд тумалли вӑхӑт, халӗ ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ. 32 Эпӗ вара, мана ҫӗр ҫинчен ҫӗклесен*, пур тӗрлӗ ҫынна хам пата пуҫтарӑп». 33 Ҫакна вӑл хӑй мӗнле вилӗмпе вилессине пӗлтерес тесе каланӑ. 34 Вара халӑх ӑна каланӑ: «Эпир законран Христос ӗмӗр-ӗмӗр пуласса пӗлетпӗр. Мӗнле-ха эсӗ Этем Ывӑлне ҫӗклемелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл?» 35 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫутӑ сирӗн хушшӑрта тата кӑштах пулӗ. Сирӗн ҫутӑ пур чухне ҫутӑра ҫӳрӗр, вара тӗттӗм сире хупӑрласа илеймӗ. Кам тӗттӗмре ҫӳрет, ҫавӑ хӑй ӑҫта кайнине пӗлмест. 36 Сирӗн ҫутӑ пур чухне ҫав ҫутта ӗненӗр, вара эсир ҫутӑ ывӑлӗсем пулатӑр».

Ҫакна каласан Иисус кайнӑ та вӗсене урӑх курӑнман. 37 Вӑл вӗсем умӗнче ҫав тери нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ пулин те, вӗсем ӑна ӗненмен. 38 Ҫапла вара Иса́ия пророкӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ, вӑл каланӑ: «Иегова*, пирӗнтен илтнӗ сӑмахсене кам ӗненчӗ? Иегова* хӑйӗн хӑватне* кама кӑтартрӗ?» 39 Иса́ия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ: 40 «Вӗсем куҫӗпе ан курччӑр, чӗрипе ан ӑнланччӑр, ан улшӑнччӑр тесе тата манӑн вӗсене сыватмалла ан пултӑр тесе эпӗ вӗсен куҫне суккӑрлатрӑм, вӗсен чӗрине хытартӑм». 41 Иса́ия ҫавна Христосӑн мухтавне курнӑран каланӑ, вӑл ун ҫинчен каланӑ. 42 Ҫав-ҫавах пуҫлӑхсем хушшинче те нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ, анчах та хӑйсене фарисейсем синагогӑран кӑларса ярасран хӑранипе вӗсем ӑна ӗненнине кӑтартман, 43 мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсем мухтанине Турӑ мухтанинчен ытларах юратнӑ.

44 Иисус хытӑ сасӑпа каланӑ: «Кам мана ӗненет, ҫавӑ мана кӑна мар, мана яракана та ӗненет. 45 Кам мана курать, ҫавӑ мана яракана та курать. 46 Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе эпӗ тӗнчене ҫутӑ пек килтӗм. 47 Кам ман сӑмахсене илтсе вӗсене тытса тӑмасть, ҫавна эпӗ суд тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ тӗнчене суд тума мар, тӗнчене ҫӑлма килтӗм. 48 Мана ним вырӑнне те хуман тата манӑн сӑмахсене йышӑнман ҫынна суд тӑвакан пур. Эпӗ каланӑ сӑмах ӑна юлашки кун суд тӑвӗ. 49 Мӗншӗн тесен эпӗ хамран каламан, мӗн каламаллине тата мӗне вӗрентмеллине мана янӑ Атте хӑй каларӗ*. 50 Эпӗ пӗлетӗп: унӑн заповечӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать. Ҫавӑнпа та эпӗ, хам кирек мӗн каласан та, Атте мана каланӑ пек калатӑп».

13 Ҫак тӗнчене хӑварса Ашшӗ патне каймалли вӑхӑчӗ ҫитнине Иисус Пасха уявӗ ҫитичченех пӗлнӗ. Иисус ҫак тӗнчери вӗренекенӗсене* юратнӑ, вӑл вӗсене вӗҫне ҫитичченех юратнӑ. 2 Шуйттан вара Си́мон ывӑлӗн, Иуда Искариотӑн, чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ пулнӑ. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче 3 Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех хӑй аллине панине пӗлсе, ҫавӑн пекех хӑй Турӑ патӗнчен килнине тата Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4 сӗтел хушшинчен тӑнӑ та хӑйӗн ҫиелти тумтирне хывнӑ, вара алшӑлли илсе пилӗкне ҫыхнӑ. 5 Унтан вӑл ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та вӗренекенӗсен урисене ҫуса пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑлма пуҫланӑ. 6 Вӑл Си́мон Пётр патне ҫитсен, лешӗ ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ манӑн урана ҫӑвасшӑн-и?» 7 Иисус ӑна хуравланӑ: «Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ ӑнланмастӑн, каярахпа ӑнланса илӗн». 8 Пётр ӑна каланӑ: «Эпӗ сана хамӑн урана нихӑҫан та ҫутармӑп». Иисус вара каланӑ: «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ манпа пӗрле пулаймӑн*». 9 Си́мон Пётр каланӑ ӑна: «Ҫӳлхуҫа, эппин, урана кӑна мар, алла та, пуҫа та ҫуса яр». 10 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫӑвӑннӑ ҫынна урисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫумалла мар, вӑл пӗтӗмпех таса. Эсир те таса, анчах пурте мар». 11 Вӑл хӑйне кам сутасса пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл: «Эсир таса, анчах пурте мар», — тенӗ.

12 Вӗсен урисене ҫуса ярсан, вӑл хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑннӑ та сӗтел хушшине ларса* вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и? 13 Эсир мана „Вӗрентекен“ тата „Ҫӳлхуҫа“ тесе чӗнетӗр, эсир тӗрӗс калатӑр, ку чӑнах та ҫапла. 14 Енчен те эпӗ, Ҫӳлхуҫа тата Вӗрентекен, сирӗн урасене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. 15 Сирӗн те ман пекех тумалла тесе эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм. 16 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар. 17 Халӗ эсир ҫакна пӗлетӗр. Ҫапла туса тӑратӑр пулсан, эсир телейлӗ. 18 Эпӗ сирӗн ҫинчен пурин ҫинчен те каламастӑп. Хам суйласа илнисене эпӗ пӗлетӗп. Ҫапла Ҫырура „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекен мана хирӗҫ тӑчӗ*“ тесе калани пурнӑҫланмалла. 19 Ҫакна эпӗ сире маларах калатӑп, ҫакӑ пулса иртнӗ чухне ҫавна ман ҫинчен ҫырнине сирӗн ӗненмелле пултӑр тетӗп. 20 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам эпӗ яракана йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. Кам мана йышӑнать, ҫавӑ мана яракана та йышӑнать».

21 Ҫакна каласан Иисус пӑлханса кайнӑ, вара тӳррӗн каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗнтен пӗри мана сутӗ». 22 Вӗренекенӗсем, вӑл кам ҫинчен каланине ӑнланса илеймесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхма пуҫланӑ. 23 Пӗр вӗренекенӗ — Иисус кама юратнӑ, ҫавӑ — сӗтел хушшинче ун ҫумӗнче* пулнӑ. 24 Си́мон Пётр ҫав вӗренекен еннелле пуҫне сулса унран ыйтнӑ: «Кала-ха, вӑл кам ҫинчен калать?» 25 Лешӗ Иисусӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Ҫӳлхуҫа, кам вӑл?» — тесе ыйтнӑ. 26 Иисус хуравланӑ: «Кама ҫӑкӑр татӑкне пуҫса паратӑп, ҫавӑ». Вара вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Иудӑна, Си́мон Искариотӑн ывӑлне, панӑ. 27 Иуда ҫӑкӑр татӑкне илсен, ун ӑшне Шуйттан кӗнӗ. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Тума пуҫланине хӑвӑртрах ту». 28 Анчах та сӗтел хушшинче пулнисенчен пӗри те мӗншӗн вӑл ӑна ҫакна каланине ӑнланман. 29 Иуда ҫумӗнче укҫа ещӗкӗ пулнӑран хӑшӗ-пӗрисем Иисус ӑна: «Уяв валли хамӑра мӗн кирлине ил», — терӗ пулӗ е чухӑн ҫынсене мӗн те пулин пама хушрӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. 30 Ҫӑкӑр татӑкне илсен Иуда тӳрех тухса кайнӑ. Ун чухне ҫӗрле пулнӑ.

31 Вӑл тухса кайсан, Иисус каланӑ: «Халӗ Этем Ывӑлӗ мухтава тухать, ун урлӑ Турӑ та мухтава тухать. 32 Турӑ хӑй ӑна мухтава кӑларӗ, вӑл ӑна часах мухтава кӑларӗ. 33 Ачамсем, манӑн сирӗнпе пӗрле пуласси нумай мар ӗнтӗ. Эсир мана шырӑр, анчах халӗ эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: „Эпӗ ӑҫта каятӑп, эсир унта пыраймастӑр“. 34 Эпӗ сире ҫӗнӗ заповедь паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр. 35 Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан, пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ».

36 Си́мон Пётр унран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ ӑҫта каятӑн?» Иисус хуравланӑ: «Эпӗ ӑҫта каятӑп, эсӗ халӗ ман хыҫҫӑн унта пыраймастӑн, анчах каярахпа пырӑн». 37 Пётр ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн эпӗ халӗ сан хыҫҫӑн пыраймастӑп? Эпӗ саншӑн хамӑн пурнӑҫа та пама хатӗр». 38 Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн пурнӑҫна пама хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн».

14 «Сирӗн чӗресем ан шикленччӗр. Турра ӗненӗр, мана та ӗненӗр. 2 Манӑн Атте ҫуртӗнче пурӑнмалли вырӑн нумай. Ку ҫапла пулмасан, эпӗ сире ҫавна каланӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп. 3 Эпӗ кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, хам ӑҫта, сирӗн те ҫавӑнта пулмалла пултӑр тесе, сире хам патӑма илӗп. 4 Эпӗ ӑҫта каятӑп, эсир ҫавӑнта каймалли ҫула пӗлетӗр».

5 Фома́ ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр. Ҫулне ӑҫтан пӗлес-ха пирӗн?»

6 Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ. Ман урлӑ кӑна Атте патне пыма пулать. 7 Эсир мана пӗлнӗ пулсан, манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑр. Халӗ эсир ӑна пӗлетӗр, ӑна куртӑр та».

8 Филипп ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Аҫуна кӑтарт та, ҫитӗ вара пире».

9 Иисус ӑна каланӑ: «Филипп, эпӗ мӗн вӑхӑт хушши сирӗнпе пӗрле ӗнтӗ, эсӗ халӗ те мана пӗлместӗн-и? Кам мана курнӑ, ҫавӑ Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ: „Аҫуна кӑтарт“, — тетӗн? 10 Эпӗ Аттепе пӗрлӗхре пулнине тата Атте манпа пӗрлӗхре пулнине эсӗ ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене эпӗ хамран каламастӑп, манпа пӗрлӗхре тӑракан Атте ман урлӑ хӑйӗн ӗҫӗсене тӑвать. 11 Эпӗ Аттепе пӗрлӗхре пулнине те, Атте манпа пӗрлӗхре пулнине те ӗненӗр. Мана ӗненместӗр пулсан, манӑн ӗҫсене ӗненӗр. 12 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам мана ӗненет, ҫавӑ эпӗ тӑвакан ӗҫсене тӑвӗ. Вӑл ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем тӑвӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Атте патне каятӑп. 13 Эсир манӑн ятпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, эпӗ ҫавна тӑвӑп. Ӑна эпӗ Ашшӗ хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе тӑвӑп. 14 Эсир манӑн ятпа мӗн те пулин ыйтсан, эпӗ ҫавна тӑвӑп.

15 Эсир мана юрататӑр пулсан, манӑн заповедьсене те тытса пурӑнатӑр. 16 Эпӗ Аттерен ыйтӑп та, вӑл сире тепӗр пулӑшакана* парӗ, вӑл ӗмӗрех сирӗнпе пӗрле пулӗ. 17 Вӑл — чӑнлӑх сывлӑшӗ. Тӗнче ӑна илме пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл ӑна курмасть те, пӗлмест те. Эсир вара ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнпе пӗрле тата сирӗн ӑшра. 18 Эпӗ сире тӑлӑха хӑвармӑп. Эпӗ сирӗн пата килӗп. 19 Вӑхӑт нумай юлмарӗ, тӗнче мана урӑх кураймӗ, эсир вара мана курӑр, мӗншӗн тесен эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр. 20 Ҫав кун эсир эпӗ Аттемпе пӗрлӗхре пулнине, эсир манпа пӗрлӗхре пулнине тата эпӗ сирӗнпе пӗрлӗхре пулнине пӗлӗр. 21 Кам манӑн заповедьсене йышӑнса вӗсене тытса тӑрать, ҫавӑ мана юратать. Мана юратакана вара манӑн Атте юратӗ, ӑна эпӗ те юратӑп, ӑна хама уҫҫӑн кӑтартӑп».

22 Иуда (Искарио́т мар, урӑххи) ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн-ха эсӗ хӑвна тӗнчене мар, пире уҫҫӑн кӑтартасшӑн?»

23 Иисус ӑна хуравланӑ: «Кам мана юратать, ҫавӑ манӑн сӑмаха тытса тӑрӗ, ӑна манӑн Атте те юратӗ. Вара эпир ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пурӑнӑпӑр. 24 Кам мана юратмасть, ҫавӑ манӑн сӑмахсене тытса тӑмасть. Эсир илтекен сӑмах — манӑн мар, мана янӑ Аттен.

25 Ҫакна эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухне калатӑп. 26 Пулӑшакан вара — святой сывлӑш, Атте ӑна манӑн ятпа ярса парӗ — сире пӗтӗмпех вӗрентӗ тата эпӗ сире мӗн каланине пӗтӗмпех аса илтерӗ. 27 Эпӗ сире канӑҫлӑх* парса хӑваратӑп, хамӑн канӑҫлӑха сире паратӑп. Эпӗ ӑна сире ҫак тӗнче панӑ пек памастӑп. Сирӗн чӗресем ан пӑлханччӑр, ан хӑраччӑр. 28 Эпӗ сире: „Эпӗ каятӑп та сирӗн пата каялла килетӗп“, — тесе каланине эсир илтрӗр. Эсир мана юрататӑр пулсан, эпӗ Атте патне кайнишӗн савӑннӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен Атте манран аслӑрах. 29 Ҫакӑ пулса иртнӗ чухне сирӗн ӗненмелле пултӑр тесе эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен маларах калатӑп. 30 Манӑн сирӗнпе калаҫма вӑхӑт нумай юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл манпа хуҫаланаймасть. 31 Тӗнче эпӗ Аттене юратнине пӗлтӗр тесе эпӗ Атте хама хушнӑ пек тӑватӑп. Тӑрӑр, каяр кунтан.

15 Эпӗ — чӑн виноград авӑрӗ, манӑн Атте вара — пахчаҫӑ. 2 Ҫимӗҫ паман кашни туратӑма вӑл касса пӑрахать, ҫимӗҫ параканнине вара, ҫимӗҫ тата нумайрах пултӑр тесе, тасатса тӑрать. 3 Эпӗ сире каланӑ сӑмаха пула эсир таса ӗнтӗ. 4 Манпа пӗрлӗхре пулӑр, вара эпӗ те сирӗнпе пӗрлӗхре пулӑп. Турат виноград авӑрӗ ҫинче пулмасан ҫимӗҫ параймасть. Ҫавӑн пекех эсир те манпа пӗрлӗхре пулмасан ҫимӗҫ параймастӑр. 5 Эпӗ — виноград авӑрӗ, эсир — турачӗсем. Кам манпа пӗрлӗхре тата эпӗ кампа пӗрлӗхре, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать. Мансӑр вара эсир нимӗн те тӑваймастӑр. 6 Кам манпа пӗрлӗхре пулма пӑрахать, ҫавӑ кӑларса пӑрахнӑ, типсе кайнӑ турат пекех пулать. Кун пек туратсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ. 7 Эсир манпа пӗрлӗхре пулсан тата манӑн сӑмахсем сирӗн чӗрере пулсан, мӗн ыйтас килнине ыйтӑр та, сире ӑна парӗҫ. 8 Эсир нумай ҫимӗҫ парса тӑнипе тата манӑн вӗренекенсем пулнине ҫирӗплетсе панипе манӑн Атте мухтава тухать. 9 Атте мана юратнӑ пекех, эпӗ те сире юрататӑп. Эсир вара малалла та манӑн юратӑва тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшӑр. 10 Эпӗ Аттен заповечӗсене тытса тӑтӑм, ҫавӑнпа вӑл нихӑҫан та мана юратма пӑрахмӗ. Ҫавӑн пекех эсир манӑн заповедьсене тытса тӑрсан, эпӗ те сире нихӑҫан та юратма пӑрахмӑп.

11 Ҫакна эпӗ сирӗн савӑнӑҫ манӑнни пекех пултӑр тесе тата сирӗн савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм. 12 Акӑ манӑн заповедь: эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр. 13 Хӑйӗн тусӗсемшӗн пурнӑҫне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук. 14 Эсир эпӗ мӗн хушнине тӑватӑр пулсан, манӑн туссем пулатӑр. 15 Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире чурасем теместӗп, мӗншӗн тесен чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест. Эпӗ сире туссем тетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сире хам Аттерен мӗн илтнине пурне те каласа патӑм. 16 Эсир мана суйласа илмен, эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире ҫимӗҫ кӳме тата ҫав ҫимӗҫ упранса юлтӑр тесе суйласа илтӗм. Вара эсир Аттерен ман ятпа кирек мӗн ыйтсан та, вӑл сире ҫавна парӗ.

17 Ҫакна эпӗ сирӗн пӗр-пӗрне юратмалла пултӑр тесе хушатӑп. 18 Тӗнче сире кураймасть пулсан, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: сире курайми пуличчен вӑл мана курайми пулчӗ. 19 Эсир ҫак тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче сире, эсир унӑн пулнӑран, юратнӑ пулӗччӗ. Анчах эсир тӗнченӗн мар, эпӗ сире тӗнчерен суйласа илтӗм, ҫавӑнпа тӗнче сире кураймасть. 20 Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине асра тытӑр: чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑрах мар. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмаха тытса тӑчӗҫ пулсан, сирӗнне те тытса тӑрӗҫ. 21 Вӗсем ҫакна пурне те сире хирӗҫ манӑн ятшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем мана яракана пӗлмеҫҫӗ. 22 Эпӗ килмен пулсан, вӗсене каламан пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ. Халӗ вара вӗсем хӑйсен ҫылӑхне тӳрре кӑлараймӗҫ. 23 Кам мана кураймасть, ҫавӑ манӑн Аттене те кураймасть. 24 Эпӗ вӗсене никам туман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ. Анчах вӗсем мана* курчӗҫ, пурпӗрех мана та, манӑн Аттене те курайми пулчӗҫ. 25 Ҫакӑ вӗсен законӗнче „Вӗсем мана сӑлтавсӑрах курайми пулчӗҫ“ тесе ҫырни пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртрӗ. 26 Эпӗ Атте патӗнчен пулӑшакана — Атте паракан чӑнлӑх сывлӑшне — ярсан, вӑл килӗ те ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ. 27 Эсир те ман ҫинчен пӗлтерсе тӑракансем пулатӑр, мӗншӗн тесен эсир пуҫламӑшӗнченех манпа пӗрле пулнӑ.

16 Ҫакна эпӗ сирӗн ӗненӳ ан хавшатӑр* тесе каларӑм. 2 Сире синагогӑран кӑларса ярӗҫ. Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: ун чухне сире вӗлерекенсем Турӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шутлӗҫ. 3 Вӗсем ҫавна Аттене те, мана та пӗлменрен тӑвӗҫ. 4 Ҫакна эпӗ сире, ҫав вӑхӑт ҫитсен эпӗ хӑвӑра ҫакӑн ҫинчен каланине аса илччӗр тесе, каларӑм.

Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен маларах каламарӑм, мӗншӗн тесен сирӗнпе пӗрле пултӑм. 5 Халӗ эпӗ хама яракан патне каятӑп, анчах сирӗнтен пӗри те: „Эсӗ ӑҫта каятӑн?“ — тесе ыйтмасть. 6 Манӑн сӑмахсем сире хурлантарчӗҫ. 7 Анчах та эпӗ сире чӑннине калатӑп: эпӗ кайсан сирӗншӗн лайӑхрах пулӗ. Мӗншӗн тесен эпӗ каймасан, сирӗн пата пулӑшакан килмӗ, кайсан вара эпӗ ӑна сирӗн пата ярӑп. 8 Вӑл килӗ те тӗнчене ҫылӑх, тӳрӗлӗх тата Туррӑн сучӗ мӗн иккенне уҫҫӑн кӑтартса парӗ: 9 малтан — ҫылӑх мӗн иккенне, мӗншӗн тесен ҫынсем мана ӗненмеҫҫӗ; 10 унтан — тӳрӗлӗх мӗн иккенне, мӗншӗн тесен эпӗ Атте патне каятӑп, вара эсир мана урӑх кураймастӑр; 11 кайран вара Туррӑн сучӗ мӗн иккенне, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхне айӑпланӑ ӗнтӗ.

12 Манӑн сире каламалли тата та нумай, анчах халӗ эсир ҫавна ӑнланма пултараймастӑр. 13 Пулӑшакан — чӑнлӑх сывлӑшӗ — килсен, вӑл сире, пӗтӗм чӑнлӑха ӑнланма пулӑшса, ертсе пырӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗнне каламӗ, хӑй мӗн илтнине калӗ, ҫавӑн пекех вӑл сире мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерӗ. 14 Вӑл манран мӗн илтнине сире пӗлтерӗ, ҫапла вӑл мана мухтава кӑларӗ. 15 Аттен мӗн пурри пӗтӗмпех манӑн. Акӑ мӗншӗн эпӗ вӑл манран мӗн илтнине сире пӗлтерӗ тесе каларӑм. 16 Кӑштахран эсир мана урӑх кураймӑр, тата кӑштахран мана каллех куратӑр».

17 Вара унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «„Кӑштахран эсир мана урӑх кураймӑр, тата кӑштахран мана каллех куратӑр“ тенипе тата „эпӗ Атте патне каятӑп“ тенипе вӑл пире мӗн каласшӑн?» 18 Вӗсем тата каланӑ: «„Кӑштахран“ тени мӗне пӗлтерет-ши? Мӗн калать вӑл? Нимӗн те ӑнланмастпӑр». 19 Хӑйӗнчен ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр-пӗринчен мӗншӗн эпӗ „Кӑштахран эсир мана урӑх кураймӑр, тата кӑштахран мана каллех куратӑр“ тени ҫинчен ыйтатӑр-и? 20 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ. Сирӗн хуйхӑрмалла пулӗ, анчах сирӗн хуйхӑ савӑнӑҫпа ылмашӑнӗ. 21 Хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсен, вӑл ыратнипе асапланать. Анчах ачине ҫуратсан, вӑл хӑй асапланнине астумасть те, мӗншӗн тесен ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнать. 22 Эсир те халӗ хуйхӑратӑр, анчах эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗресем савӑнӗҫ, вара сирӗн савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ. 23 Ҫав кун эсир манран нимӗн пирки те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: ман ятпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, вӑл парӗ сире. 24 Халиччен эсир манӑн ятпа нимӗн те ыйтман. Ыйтӑр — илетӗр, вара сирӗн савӑнӑҫ тулли пулӗ.

25 Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен тӗслӗхсем илсе парса калатӑп. Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, ун чухне эпӗ сирӗнпе тӗслӗхсемпе калаҫмӑп, Атте ҫинчен тӳррӗн каласа парӑп. 26 Ҫав кун эсир Аттерен манӑн ятпа ыйтӑр. Ҫапла каланипе эпӗ сирӗншӗн Аттерен ыйтӑп тесе каламастӑп. 27 Мӗншӗн тесен эсир мана юратнӑран тата эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен Атте хӑй те сире юратать. 28 Эпӗ тӗнчене Атте патӗнчен килтӗм. Халӗ эпӗ тӗнчене хӑварса Атте патне каятӑп».

29 Унӑн вӗренекенӗсем каланӑ: «Халӗ эсӗ тӳррӗн калатӑн, тӗслӗхсем илсе памастӑн. 30 Эпир ӗнтӗ куратпӑр: эсӗ веҫех пӗлсе тӑратӑн, кам та пулин хӑвна ыйту паричченех эсӗ вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлетӗн. Ҫавӑнпа эпир эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр». 31 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ эсир чӑнах та ӗненетӗр-и? 32 Акӑ вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурте хӑвӑр килсене тарса пӗтетӗр те мана пӗччен хӑваратӑр. Анчах эпӗ пӗччен мар, манпа пӗрле Атте. 33 Эпӗ ҫакна мана пула сирӗн канӑҫлӑх* пултӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн хуйхӑ курмалла пулӗ, анчах хӑюллӑ пулӑр! Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».

17 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус тӳпенелле пӑхса каланӑ: «Атте, вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, вара Ывӑлу сана мухтава кӑларӗ. 2 Эсӗ ӑна пур ҫынпа та пуҫ пулма ирӗк патӑн, ҫакна эсӗ хӑйне шанса панисене вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патӑр тесе турӑн. 3 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, тата хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлсе пымалла. 4 Эсӗ мана хушнӑ ӗҫе туса ҫитернипе эпӗ сана ҫӗр ҫинче мухтава кӑлартӑм. 5 Атте, тӗнче пуличченех эпӗ сан патӑнта мухтавлӑччӗ. Халӗ те, хӑвпа юнашар пулма парса, ҫав мухтава парсам мана.

6 Эсӗ мана тӗнчерен панӑ ҫынсене эпӗ санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем санӑн пулнӑ, эсӗ вӗсене мана патӑн, вӗсем санӑн сӑмахна тытса тӑраҫҫӗ. 7 Эсӗ мана мӗн пани пӗтӗмпех санран пулнине халӗ вӗсем пӗлеҫҫӗ, 8 мӗншӗн тесен эсӗ мана каланӑ сӑмахсене эпӗ вӗсене каларӑм та, вӗсем ҫав сӑмахсене йышӑнчӗҫ. Вӗсем эпӗ сан патран килнине пӗлсе ҫитрӗҫ тата эсӗ мана янине ӗненчӗҫ. 9 Эпӗ вӗсемшӗн ыйтатӑп. Эпӗ тӗнчешӗн мар, эсӗ мана панисемшӗн ыйтатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем санӑн. 10 Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — санӑн, санӑнни — манӑн. Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм.

11 Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, анчах вӗсем тӗнчере, эпӗ вара сан пата пыратӑп. Святой Атте, эпир санпа пӗр* пулнӑ пекех, вӗсем те пӗр* пулччӑр тесе эсӗ мана панӑ хӑвӑн ятушӑн вӗсене сыхласа тӑр. 12 Эпӗ, вӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне, эсӗ мана панӑ хӑвӑн ятушӑн вӗсене сыхласа тӑтӑм. Эпӗ вӗсене хӳтӗлерӗм, Ҫырура калани пурнӑҫлантӑр тесе пӗтес ывӑлсӑр пуҫне пӗри те пӗтмерӗ. 13 Анчах халӗ эпӗ сан пата пыратӑп тата ҫакна эпӗ вӗсем манӑн савӑнӑҫа туллин туйса илччӗр тесе тӗнчере пулнӑ чухнех калатӑп. 14 Эпӗ вӗсене санӑн сӑмахна каласа патӑм, анчах тӗнче вӗсене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем те, ман пекех, тӗнченӗн мар.

15 Эпӗ вӗсене тӗнчерен ил тесе ыйтмастӑп, вӗсене Шуйттанран* сыхласа тӑр тесе ыйтатӑп. 16 Вӗсем те, ман пекех, тӗнченӗн мар. 17 Вӗсене чӑнлӑхпа сӑваплӑ ту*. Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх. 18 Эсӗ мана тӗнчене янӑ пекех, эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм. 19 Вӗсем чӑнлӑха пула сӑваплӑ пулччӑр тесе эпӗ вӗсемшӗн хамӑн сӑваплӑхӑма упратӑп.

20 Эпӗ вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп, вӗсен сӑмахне итлесе мана кам ӗненет, ҫавсемшӗн те кӗлтӑватӑп. 21 Вӗсем пурте пӗр пулччӑр. Атте, эсӗ манпа пӗрлӗхре пулнӑ пек тата эпӗ санпа пӗрлӗхре пулнӑ пек, вӗсем те пирӗнпе пӗрлӗхре пулччӑр. Ҫапла вара мана эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр. 22 Эпир санпа пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, эсӗ мана панӑ мухтава эпӗ вӗсене патӑм. 23 Вӗсем чӑннипех пӗр пулччӑр тесе эпӗ вӗсемпе пӗрлӗхре тӑратӑп тата эсӗ манпа пӗрлӗхре тӑратӑн. Мана эсӗ янине тата эсӗ вӗсене мана юратнӑ пек юратнине тӗнче пӗлтӗр. 24 Атте, эсӗ мана тӗнче никӗсне хывичченех юратнӑ, ҫавӑнпа мана мухтав панӑ. Эсӗ мана панисем манӑн мухтава курччӑр тесе, эпӗ ӑҫта, вӗсем те ҫавӑнтах манпа пӗрле пулччӑр тетӗп. 25 Тӳрӗ Атте, тӗнче сана пӗлсе ҫитеймерӗ, эпӗ вара сана пӗлетӗп, вӗсем те мана эсӗ янине пӗлсе ҫитрӗҫ. 26 Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем эсӗ мана юратнӑ пек юратчӑр тесе тата манӑн вӗсемпе пӗрлӗхре пулас тесе эпӗ вӗсене санӑн ятна татах та пӗлтерӗп».

18 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедро́н айлӑмӗн* тепӗр енне кайнӑ, унта сад пулнӑ. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем ҫав сада кӗнӗ. 2 Иисус унта хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна сутакан Иуда та ҫав вырӑна пӗлнӗ. 3 Ҫапла вара вӑл унта пӗр отряд салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсем янӑ хуралҫӑсене илсе пынӑ. Вӗсем ҫутаткӑҫсемпе, хунарсемпе, хӗҫсемпе тата чукмарсемпе пынӑ. 4 Иисус, хӑйӗнпе мӗн пулассине йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та: «Кама шыратӑр?» — тесе ыйтнӑ. 5 Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Назаре́т Иисусне». Иисус вӗсене: «Вӑл эпӗ», — тенӗ. Ӑна сутакан Иуда та вӗсемпе пӗрле тӑнӑ.

6 Иисус «вӑл эпӗ» тесен, вӗсем каялла чакса ҫӗре ӳкнӗ. 7 Вара вӑл вӗсенчен каллех ыйтнӑ: «Эсир кама шыратӑр?» Вӗсем: «Назаре́т Иисусне», — тенӗ. 8 Иисус каланӑ: «Вӑл эпӗ тесе сире каларӑм-ҫке. Мана шыратӑр пулсан, вӗсене кайма ирӗк парӑр». 9 Ҫакна вӑл хӑй калани — «Эсӗ мана панисенчен эпӗ пӗрне те ҫухатмарӑм» тени — пурнӑҫлантӑр тесе каланӑ.

10 Си́мон Пётрӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл ӑна туртса кӑларнӑ та чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ. 11 Иисус Пётра каланӑ: «Хӗҫне йӗннине чиксе хур. Атте панӑ куркаран манӑн ӗҫмелле мар-им?»

12 Унтан салтаксем, ҫар пуҫлӑхӗ тата иудейсем янӑ хуралҫӑсем Иисуса тытса ҫыхнӑ. 13 Малтан ӑна Анна патне илсе пынӑ, мӗншӗн тесен Анна ҫав ҫул чи аслӑ священникра ларакан Каиа́фӑн хуньӑшӗ пулнӑ. 14 Шӑп ҫав Каиа́фа ӗнтӗ иудейсене пӗр ҫын халӑхшӑн вилни хӑвӑршӑнах лайӑх пулать тесе канаш панӑ пулнӑ.

15 Си́мон Пётрпа тепӗр вӗренекен Иисус хыҫҫӑн пынӑ. Ҫав вӗренекене чи аслӑ священник пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле чи аслӑ священник картишне кӗнӗ. 16 Пётр тулта, хапха умӗнче тӑрса юлнӑ. Вара ҫав вӗренекен, чи аслӑ священник паллаканскер, тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑм тарҫӑпа калаҫса илсе, Пётра та илсе кӗнӗ. 17 Ҫав хӗрарӑм тарҫӑ Пётртан ыйтнӑ: «Эсӗ те ҫак ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и?» Вӑл: «Ҫук», — тенӗ. 18 Сивӗ пулнӑран чурасемпе хуралҫӑсем вут чӗртсе янӑ та ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ. Пётр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ.

19 Ҫав вӑхӑтра аслӑ священник Иисусран унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата унӑн вӗрентӗвӗсем ҫинчен ыйтнӑ. 20 Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Эпӗ ҫынсене уҫҫӑн вӗрентрӗм. Эпӗ иудейсем пуҫтарӑнакан синагогӑсенче тата храмра яланах вӗрентсе тӑтӑм, вӑрттӑн нимӗн те каламарӑм. 21 Мӗншӗн эсӗ манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт. Вӗсем эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ». 22 Вӑл ҫакна каланӑ хыҫҫӑн юнашар тӑракан хуралҫӑсенчен пӗри Иисуса питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и?» 23 Иисус ӑна хуравланӑ: «Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан, мӗн тӗрӗс маррине кала*. Эпӗ тӗрӗс каларӑм пулсан, мӗншӗн эсӗ мана ҫапатӑн?» 24 Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, чи аслӑ священник Каиа́фа патне янӑ.

25 Си́мон Пётр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне унран ыйтнӑ: «Эсӗ те унӑн вӗренекенӗ мар-и?» — «Ҫук», — тесе туннӑ вӑл. 26 Чи аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Пётр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана унпа пӗрле садра курманччӗ-и-ха?» 27 Пётр каллех туннӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.

28 Унтан Иисуса Каиа́фа патӗнчен пуҫлӑх керменне илсе пынӑ. Ҫакӑ ирхине ирех пулнӑ. Иисуса илсе пыракансем ирсӗрленес мар тесе пуҫлӑх керменне кӗрес темен, мӗншӗн тесен кӗрсен вӗсем Пасха апатне ҫиме пултарайман пулӗччӗҫ. 29 Ҫавӑнпа Пила́т вӗсем патне хӑй тухнӑ та: «Эсир ҫак ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?» — тенӗ. 30 Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан*, эпир ӑна сана тытса паман пулӑттӑмӑр». 31 Пила́т вара вӗсене каланӑ: «Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр законпа суд тӑвӑр». Иудейсем ӑна каланӑ: «Пире никама та вӗлерме ирӗк паман». 32 Ҫакӑ Иисус хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ.

33 Вара Пила́т хӑйӗн керменне каялла кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» 34 Иисус хуравланӑ: «Эсӗ хӑв ҫапла шутлатӑн-и е сана ман пирки ыттисем каласа пачӗҫ-и?» 35 Пила́т каланӑ: «Эпӗ иудей-им? Сана хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ. Эсӗ мӗн тунӑ?» 36 Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: «Манӑн Патшалӑх ҫак тӗнчерен мар. Манӑн Патшалӑх ку тӗнчерен пулнӑ пулсан, манӑн вӗренекенсем мана иудейсен аллине парас мар тесе кӗрешнӗ пулӗччӗҫ. Анчах манӑн Патшалӑх кунтан мар». 37 Пила́т вара ӑна каланӑ: «Эппин, эсӗ патша-и?» Иисус хуравланӑ: «Эпӗ патша тесе эсӗ хӑвах калатӑн. Эпӗ тӗнчене чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Кам чӑнлӑх майлӑ, ҫавӑ эпӗ мӗн каланине итлет». 38 Пила́т ӑна каланӑ: «Чӑнлӑх мӗн вӑл?»

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та вӗсене каланӑ: «Эпӗ унра нимӗнле айӑп та курмастӑп. 39 Унсӑр пуҫне, сирӗн йӑла тӑрӑх, Пасха уявӗнче эпӗ сире валли пӗр ҫынна ирӗке кӑларма пултаратӑп. Сире валли иудейсен патшине ирӗке кӑларса парас мар-и?» 40 Вара вӗсем: «Ӑна мар, Вараввӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Вара́вва вӑрӑ-хурах пулнӑ.

19 Пила́т вара Иисуса илсе кайса чӗн пушӑпа хӗнеме хушнӑ. 2 Салтаксем йӗплӗ ӳсентӑрансенчен пуҫ кӑшӑлӗ явса Иисусӑн пуҫне тӑхӑнтартнӑ тата ӑна тӗксӗм хӗрлӗ* тумтир тӑхӑнтартнӑ. 3 Вӗсем ун патне пыра-пыра: «Сывӑ пултӑр иудейсен патши!» — тенӗ, ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ. 4 Пила́т халӑх патне каллех тухнӑ та каланӑ: «Курӑр! Эпӗ унра пӗр айӑп та курманнине пӗлтерес тесе ӑна сирӗн пата илсе тухатӑп». 5 Вара Иисус йӗплӗ пуҫ кӑшӑлӗпе тата тӗксӗм хӗрлӗ тумтирпе тухнӑ. Пила́т халӑха каланӑ: «Акӑ ҫав ҫын!» 6 Аслӑ священниксемпе хуралҫӑсем Иисуса курсан: «Пӑталаттар ӑна! Пӑталаттар!» — тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. Пила́т вӗсене каланӑ: «Тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр ӑна, мӗншӗн тесен эпӗ унра нимӗнле айӑп та курмастӑп». 7 Иудейсем ӑна каланӑ: «Пирӗн закон пур, ҫав закон тӑрӑх ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ».

8 Вӗсен сӑмахӗсене илтсен Пила́т тата ытларах хӑраса ӳкнӗ. 9 Вӑл хӑйӗн керменне каллех кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтан?» Анчах Иисус ӑна хуравламан. 10 Вара Пила́т ӑна каланӑ: «Эсӗ мӗн, манпа калаҫасшӑн мар-и? Манӑн сана ирӗке кӑларма та, пӑталаттарма та ирӗк пуррине пӗлместӗн-им?» 11 Иисус ӑна хуравланӑ: «Сана ҫӳлтен ирӗк паман пулсан, эсӗ мана хирӗҫ нимӗн те тӑвайман пулӑттӑн. Ҫавӑнпа мана санӑн аллуна тытса параканӑн ҫылӑхӗ тата пысӑкрах».

12 Вара Пила́т Иисуса ирӗке кӑларма каллех май шырама пуҫланӑ, анчах та иудейсем ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Ӑна ирӗке кӑларсан, эсӗ цезарӗн* тусӗ мар. Кам хӑйӗн пирки патша тет, ҫавӑ цезаре хирӗҫ пырать». 13 Ҫакна илтсен Пила́т Иисуса илсе тухма хушнӑ, хӑй вара чул сарнӑ ҫӳллӗ вырӑн ҫинчи (еврейла ӑна Габба́та тенӗ) суд тумалли вырӑна ларнӑ. 14 Ун чухне Пасхӑна хатӗрленмелли кун, кӑнтӑрла тӗлнелле* пулнӑ. Пила́т иудейсене каланӑ: «Акӑ сирӗн патша!» 15 Анчах та вӗсем кӑшкӑрнӑ: «Вӗлер ӑна! Вӗлер! Пӑталаттар ӑна!» Пила́т вӗсене каланӑ: «Сирӗн патшана пӑталаттарас-и?» Аслӑ священниксем хуравланӑ: «Цезарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук». 16 Вара Пила́т Иисуса юпа ҫине пӑталама вӗсен аллине панӑ.

Вара Иисуса илсе кайнӑ. 17 Вӑл юпа ҫӗклесе Пуҫ купташки (еврейла Голго́фа) текен вырӑна ҫитнӗ. 18 Унта ӑна юпа ҫине пӑталанӑ. Унпа юнашар тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ. 19 Пила́т юпа ҫине хӑма татӑкӗ ҫакса хума хушнӑ, хӑми ҫине ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Назаре́т Иисусӗ, иудейсен патши». 20 Унта мӗн ҫырса хунине иудейсем нумайӑшӗ вуланӑ, мӗншӗн тесен Иисуса пӑталанӑ вырӑн хуларан инҫех пулман. Ҫырасса вара еврейла, латинла тата грекла ҫырнӑ пулнӑ. 21 Анчах та иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ҫапла каланӑ: «„Иудейсен патши“ тесе ан ҫыр, вӑл „Эпӗ иудейсен патши“ тенине ҫыр». 22 Пила́т вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ мӗнле ҫыртӑм, ҫаплах пултӑр».

23 Салтаксем, Иисуса юпа ҫине пӑталасан, унӑн ҫиелти тумтирне илсе тӑватӑ пая пайланӑ, кашнине пӗрер пай лекнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем унӑн кӗпине* илнӗ. Кӗпи вара ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ. 24 Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Ӑна ҫурар мар, вӑл кама лекессине пӗлес тесе шӑпа ярар». Ҫакӑ Ҫырура мӗн калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ, унта: «Вӗсем манӑн тумтире хӑйсем хушшинче пайларӗҫ, манӑн тумтиршӗн шӑпа ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Салтаксем ҫапла тунӑ та.

25 Иисуса пӑталанӑ юпа патӗнче унӑн амӑшӗ, амӑшӗн аппӑшӗ*, ҫавӑн пекех Кло́пасӑн арӑмӗ Мария тата Мария Магдали́на тӑнӑ. 26 Иисус, хӑйӗн амӑшне тата юнашар тӑнӑ юратнӑ вӗренекенне курсан, амӑшне каланӑ: «Акӑ санӑн ывӑлу!» 27 Унтан вӗренекенне каланӑ: «Акӑ санӑн аннӳ!» Ҫав вӑхӑтран вара ҫав вӗренекен ӑна хӑй патне илнӗ.

28 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура мӗн ҫырнине пурнӑҫламашкӑн ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ». 29 Унта йӳҫӗ хӗрлӗ эрех тултарнӑ кӑкшӑм ларнӑ. Вара юнашар тӑракансем йӳҫӗ эрех сӑхтарнӑ губкӑна иссо́п* туни вӗҫне тирсе унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ. 30 Йӳҫӗ эрехе тутанса пӑхсан Иисус: «Пулса ҫитрӗ!» — тенӗ. Вара пуҫне уснӑ та вилнӗ*.

31 Ҫакӑ хатӗрленмелли кун пулнӑран иудейсем кӗлеткесене юпасем ҫинче шӑматкуна хӑварасшӑн пулман (ҫав шӑматкун аслӑ шӑматкун пулнӑ), ҫавӑнпа вӗсем Пилатран пӑталанӑ ҫынсен урисене ҫапса ватса кӗлеткисене юпа ҫинчен антарма ыйтнӑ. 32 Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа юнашар пӑталанисенчен малтан пӗрин урисене ҫапса ватнӑ, унтан вара теприн урисене ҫапса ватнӑ. 33 Вӗсем Иисус патне пырсан, вӑл вилнине курса, унӑн урисене ҫапса ватман. 34 Анчах салтаксенчен пӗри ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтан тӳрех юнпа шыв юхса тухнӑ. 35 Ҫакӑн ҫинчен ҫакна пӗтӗмпех хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа пӗлтерет, вӑл каласа пӗлтерни чӑн. Хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет, вӑл ҫакна сирӗн те ӗненмелле пултӑр тесе каласа парать. 36 Ҫакӑ Ҫырура «унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ. 37 Ҫавӑн пекех Ҫырури тепӗр вырӑнта ҫапла каланӑ: «Вӗсем кама сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑн ҫине пӑхӗҫ».

38 Ҫавӑн хыҫҫӑн Аримафе́я ҫынни Иосиф Иисусӑн кӗлеткине илсе кайма Пилатран ирӗк ыйтнӑ. (Иосиф Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫавна палӑртман.) Пила́т ӑна ирӗк панӑ. Вара Иосиф пынӑ та Иисусӑн кӗлеткине илсе кайнӑ. 39 Тата Никоди́м та, пӗррехинче Иисус патне ҫӗрле пынӑскер, пынӑ. Вӑл 100 фунта* яхӑн миррӑпа алоэ хутӑшне илсе килнӗ. 40 Вӗсем Иисусӑн кӗлеткине илнӗ те, иудейсен вилнисене пытарас йӑлипе, ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем хурса йӗтӗн пирпе чӗркенӗ. 41 Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех мар сад пулнӑ. Ҫав садра вара унччен никама та пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ. 42 Иудейсен хатӗрленмелли кун пулнӑран тата ҫав тупӑклӑх ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта хунӑ.

20 Эрнен малтанхи кунӗнче ирхине ирех, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, Мария Магдали́на тупӑклӑх патне пынӑ та тупӑклӑх умӗнчи чула такам куҫарса хунине курнӑ. 2 Вара вӑл Си́мон Пётр патне тата Иисус юратнӑ вӗренекенӗ патне чупса кайнӑ та вӗсене каланӑ: «Ҫӳлхуҫана тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑна ӑҫта хунине эпир пӗлместпӗр».

3 Вара Пётрпа тепӗр вӗренекен тупӑклӑх патне кайнӑ. 4 Вӗсем иккӗшӗ те пӗрле чупса кайнӑ, анчах леш вӗренекенӗ Пётртан хӑвӑртрах чупнӑран тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ. 5 Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта йӗтӗн пир выртнине курнӑ, анчах шала кӗмен. 6 Ҫав вӗренекен хыҫҫӑн Си́мон Пётр та ҫитнӗ, вӑл тупӑклӑха кӗнӗ те унта йӗтӗн пир выртнине курнӑ. 7 Иисусӑн пуҫне витнӗ тутӑр, чӗркесе хунӑскер, урӑх ҫӗрте, пиртен уйрӑм, выртнӑ. 8 Тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекен те шала кӗнӗ, вара вӑл курнӑ та — ӗненнӗ. 9 Ҫапах та Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Ҫырура каланине вӗсем ун чухне ӑнланман-ха. 10 Вара вӗренекенӗсем хӑйсен килӗсене таврӑннӑ.

11 Мария тупӑклӑх умӗнче макӑрса тӑнӑ. Макӑра-макӑра вӑл тупӑклӑха пӗшкӗнсе пӑхнӑ та 12 шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курнӑ: пӗри Иисус кӗлетки выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ. 13 Вӗсем ӑна каланӑ: «Хӗрарӑм, эсӗ мӗншӗн макӑратӑн?» Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Манӑн Ҫӳлхуҫана илсе кайнӑ, ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп». 14 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл ҫаврӑнса пӑхнӑ та Иисус тӑнине курнӑ. Анчах вӑл Иисуса палласа илеймен. 15 Иисус унран: «Хӗрарӑм, эсӗ мӗншӗн макӑратӑн? Кама шыратӑн?» — тесе ыйтнӑ. Мария ку пахчаҫӑ пулӗ тесе шутласа ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, ӑна эсӗ илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине кала-ха, эпӗ ӑна кайса илӗп». 16 Иисус ӑна: «Мария!» — тенӗ. Мария ун еннелле ҫаврӑнса ӑна еврейла: «Раввуни́!» — тенӗ (ҫакӑ «вӗрентекен» тенине пӗлтерет). 17 Иисус ӑна каланӑ: «Мана тытса ан тӑр, эпӗ Атте патне хӑпарман-ха. Манӑн тӑвансем патне кай та вӗсене манӑн ҫак сӑмахсене кала: „Эпӗ хамӑн Атте патне, сирӗн Аҫӑр патне, хамӑн Турӑ патне, сирӗн Туррӑр патне хӑпаратӑп“». 18 Мария Магдали́на вӗренекенсем патне пынӑ та: «Эпӗ Ҫӳлхуҫана куртӑм!» — тенӗ. Унтан вӗсене хӑйне Иисус мӗн каланине каласа панӑ.

19 Ҫав эрнен малтанхи кунӗнчех, каҫхине, вӗренекенӗсем пӗрле пуҫтарӑннӑ, иудейсенчен хӑранипе вӗсем алӑкӗсене питӗрсе лартнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен хушшине Иисус пырса тӑнӑ та: «Мир* пултӑр сире!» — тенӗ. 20 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсене хӑйӗн аллисене тата аякне кӑтартнӑ. Вӗренекенӗсем Ҫӳлхуҫана курсан савӑнса кайнӑ. 21 Иисус вӗсене тепӗр хут каланӑ: «Мир* пултӑр сире! Мана Атте янӑ пек, эпӗ те сире яратӑп». 22 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл вӗсем ҫине вӗрнӗ те каланӑ: «Святой сывлӑш илӗр. 23 Эсир камӑн та пулин ҫылӑхӗсене каҫаратӑр пулсан, апла Турӑ унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ. Эсир камӑн та пулин ҫылӑхӗсене каҫармастӑр пулсан, апла Турӑ унӑн ҫылӑхӗсене каҫарман».

24 Вуниккӗшӗнчен пӗри, Йӗкӗреш текен Фома́, Иисус килнӗ чухне вӗсемпе пӗрле пулман. 25 Ытти вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Эпир Ҫӳлхуҫана куртӑмӑр!» Вӑл вӗсене каланӑ: «Пӑталанӑ хыҫҫӑн аллисем ҫинче юлнӑ суранӗсене курмасӑр, ҫав сурансене пӳрнепе тӗкӗнсе пӑхмасӑр тата унӑн аякне алӑпа тытса пӑхмасӑр эпӗ ӗненмӗп».

26 Сакӑр кунран унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ, вӗсемпе пӗрле Фома́ та пулнӑ. Алӑксене питӗрнӗ пулин те, Иисус килнӗ те вӗсен хушшине тӑрса каланӑ: «Мир* пултӑр сире!» 27 Унтан вӑл Фомана каланӑ: «Пӳрнӳне ҫакӑнта хур та ман алӑсене кур тата аллуна тӑс та ман аяка тытса пӑх. Ӗнен, урӑх ан иккӗлен*». 28 Фома́ ӑна хуравласа каланӑ: «Манӑн Ҫӳлхуҫам, манӑн Туррӑм!» 29 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ мана курнӑран ӗнентӗн-и? Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ».

30 Паллах, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче ҫак кӗнекере* ҫырса хуман ытти тӗлӗнмелле ӗҫсем те нумай тунӑ. 31 Ҫаксене вара сире Иисус вӑл Христос, Турӑ Ывӑлӗ, пулнине ӗнентерес тесе, ӗненнипе сирӗн унӑн ячӗ урлӑ пурнӑҫ илмелле пултӑр тесе ҫырса хунӑ.

21 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗренекенӗсене каллех курӑннӑ. Ҫакӑ Тивериа́да тинӗсӗ патӗнче пулнӑ. Вӑл акӑ мӗнле курӑннӑ. 2 Си́мон Пётр, Йӗкӗреш текен Фома́, Галилейӑри Ка́на ҫынни Нафанаи́л, Зеведе́й ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пулнӑ. 3 Си́мон Пётр вӗсене каланӑ: «Эпӗ пулӑ тытма каятӑп». Ыттисем ӑна: «Эпир те санпа пыратпӑр», — тенӗ. Вӗсем кайнӑ та кимӗ ҫине ларнӑ, анчах ҫав каҫ нимӗн те тытайман.

4 Тул ҫутӑлма пуҫласан Иисус ҫыран хӗрринче тӑнӑ, анчах та вӗренекенӗсем ӑна паллайман. 5 Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ: «Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и*?» Вӗсем: «Ҫук!» — тенӗ. 6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Тетеле* кимӗрен сылтӑм енне пӑрахӑр, вара тытатӑр». Вӗсем тетелне пӑрахнӑ та питӗ нумай пулӑ кӗнӗрен ӑна туртса кӑларайман. 7 Вара Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ Пётра каланӑ: «Ку Ҫӳлхуҫа!» Ҫакна илтсен Си́мон Пётр, ҫарамас* пулнӑскер, ҫиелти тумтирне тӑхӑннӑ* та шыва сикнӗ. 8 Ытти вӗренекенӗсем, пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле сӗтӗрсе, кимӗпе ишсе пынӑ. Вӗсем ҫырантан аякра пулман, пӗр 90 метра яхӑн* кӑна аякра пулнӑ.

9 Вӗсем ҫыран хӗррине тухсан кӑвайт ҫуннине, кӑвар ҫинче пулӑ выртнине курнӑ. Унтах ҫӑкӑр та пулнӑ. 10 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ тытнӑ темиҫе пулла илсе килӗр». 11 Си́мон Пётр кимӗ патне таврӑннӑ та шултӑра пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ, унта 153 пулӑ пулнӑ. Вӗсем ҫав тери нумай пулнӑ пулсан та, тетелӗ ҫурӑлман. 12 Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫиме килӗр». Вӗренекенӗсенчен пӗри те унран: «Эсӗ кам?» — тесе ыйтма хӑяйман, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлнӗ. 13 Иисус пынӑ та ҫӑкӑр илсе вӗсене валеҫсе панӑ, пуллине те ҫавӑн пекех панӑ. 14 Ку ӗнтӗ Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑнни пулнӑ.

15 Вӗсем апат ҫинӗ хыҫҫӑн Иисус Си́мон Пётра каланӑ: «Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ мана вӗсенчен ытларах юрататӑн-и?» Лешӗ ӑна хуравланӑ: «Ҫапла, Ҫӳлхуҫа, эпӗ сана юратнине* эсӗ хӑв та пӗлетӗн». Вӑл ӑна каланӑ: «Манӑн путексене тӑрантар». 16 Иисус унран иккӗмӗш хут ыйтнӑ: «Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ мана юрататӑн-и?» Лешӗ хуравланӑ: «Ҫапла, Ҫӳлхуҫа, эпӗ сана юратнине* эсӗ хӑв та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсене пӑх*». 17 Вӑл унран виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑ: «Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ мана юрататӑн-и*?» Пётр хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут: «Эсӗ мана юрататӑн-и?» — тесе ыйтнӑшӑн хурланнӑ, вара каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ веҫех пӗлетӗн. Эпӗ сана юратнине* те пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсене тӑрантар. 18 Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эсӗ ҫамрӑкрах пулнӑ чухне хӑв тумланма пултарнӑ тата хӑв каяс тенӗ ҫӗре кайнӑ. Анчах ватӑлсан, эсӗ аллуна тӑсӑн та, сана урӑххи тумлантарӗ тата сана хӑв каяс килмен ҫӗре илсе кайӗ». 19 Ҫакна вӑл Пётр мӗнле вилӗмпе вилсе Турра мухтава кӑларассине пӗлтерес тесе каланӑ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл ӑна каланӑ: «Малалла та ман хыҫҫӑн пыр».

20 Пётр каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та хӑйсем хыҫӗнчен Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Шӑпах ҫавӑ каҫхи апат вӑхӑтӗнче Иисусӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Ҫӳлхуҫа, сана кам сутӗ?» — тесе ыйтнӑ пулнӑ. 21 Ӑна курсан, Пётр Иисуса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, унпа вара мӗн пулӗ?» 22 Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ ӑна хам киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? Эсӗ малалла та ман хыҫҫӑн пыр». 23 Вара тӑвансем хушшинче ҫав вӗренекен вилмест текен сӑмах сарӑлнӑ. Анчах Иисус вӑл вилмест тесе каламан, вӑл: «Эпӗ ӑна хам киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» — тенӗ.

24 Ҫакӑн ҫинчен шӑпах ҫав вӗренекен каласа пӗлтерет, ҫакна вӑл ҫырнӑ. Вӑл каласа пӗлтерни чӑн, ҫавна эпир пӗлетпӗр.

25 Иисус урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ. Вӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем* валли тӗнчере вырӑн ҫитмен пулӗччӗ тесе шутлатӑп.

Е «Турӑ евӗрлӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнран».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Е «Ашшӗ кӑкӑрӗ ҫумӗнчи». Ҫын камӑн та пулин кӑкӑрӗ ҫумӗнче пулни ӑна уйрӑмах кӑмӑлланине пӗлтернӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗртен-пӗр турӑ».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Ҫакӑ вӑл святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вуннӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Санпа мана мӗн, хӗрарӑм?». Ҫак идиома килӗшменнине пӗлтерет. Ҫакӑнта «хӗрарӑм» сӑмахпа усӑ курни хисеплеменнине кӑтартмасть.

Шыв виҫи бат пулнӑ пулас. Бат — 22 л. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «санӑн ҫуртушӑн хастаррӑн тӑрӑшни».

Е «паллӑсем кӑтартнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн ятне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Е «эсӗ кӑтартакан паллӑсене кӑтартма».

Е, тен, «ҫӳлтен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ывӑлӗн ятне».

Е «юратмасть».

Е «ан питлеччӗр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн пичетне лартать».

Е «виҫе-виҫе памасть».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Е «уйсем шуралнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫиччӗмӗш сехетре» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Е «алли-ури хӑрнисем».

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Урӑхла каласан, вилнисенчен кам Туррӑн асӗнче, ҫавсем пурте.

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «25 е 30 стадие яхӑн». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӗнче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирӗнте пурнӑҫ пулмӗ».

Е, тен, «халӑх пухӑннӑ вырӑнта».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫакӑ сире такӑнтарчӗ-и-мӗн?».

Е «шуйттан».

Е «Хӳшӗ».

Урӑхла каласан, раввинсен шкулӗсенче.

Шанӑҫа тивӗҫлӗ хӑш-пӗр авалхи алҫырусенче Ин 7:53—8:11 сӑвӑ йӗркисен тексчӗ ҫук.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт тӑрӑх».

Урӑхла каласан, юпа ҫине пӑталасан.

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Е «Силоа́м текен шыва кӗмелли вырӑнта».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турра мухта».

Е «пӗрлӗхре».

Е, тен, «йӑмӑкӗ».

Е, тен, «шӑллӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр 15 стадире». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е, тен, «шӑллӗшӗн».

Е, тен, «шӑллӑм».

Е, тен, «шӑллу».

Е, тен, «шӑллӑм».

Е, тен, «аппӑшӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вырӑна».

Ку вӑл Рим фунчӗ, 327 г яхӑн. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ, 300 дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫулталӑка яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Урӑхла каласан, юпа ҫине пӑталасан.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллине».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «заповедь пачӗ».

Е «хӑйӗннисене».

Е «манпа пӗрле пая кӗреймӗн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртса».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман ҫине ури тупанне ҫӗклерӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӑкӑрӗ ҫумӗнче».

Е «йӑпатакана».

Е «мир».

Е «манӑн ӗҫсене».

Е «такӑнмалла ан пултӑр».

Е «мир».

Е «пӗрлӗхре».

Е «пӗрлӗхре».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».

Е «хӑв валли уйӑрса ил».

Хӗлле вӑйлӑ ҫумӑр ҫусан кӑна ҫав айлӑмра шыв юхма пултарнӑ, ахаль чухне вӑл типӗ тӑнӑ.

Е «пӗлтер».

Е «преступник пулман пулсан».

Е «пурпур тӗслӗ».

Е «императорӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Е «аялти тумтирне».

Е «йӑмӑкӗ».

Словаре пӑхӑр.

Е «сывлама пӑрахнӑ».

Ку вӑл Рим фунчӗ. 100 фунт — 30 кг яхӑн. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «канӑҫлӑх».

Е «канӑҫлӑх».

Е «канӑҫлӑх».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗненменскер ан пул».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗркемре».

Е «ҫимешкӗн пулӑ пур-и».

Е «сӗрекене».

Е «пилӗк таран ҫарамас».

Е «пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «300 чикене яхӑн». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «эсӗ маншӑн ҫав тери хаклӑ пулнине».

Е «эсӗ маншӑн ҫав тери хаклӑ пулнине».

Е «кӗт».

Е «хаклатӑн-и».

Е «эсӗ маншӑн ҫав тери хаклӑ пулнине».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗркемсем».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр