ЛУКА
ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР
1 Халӗ нумайӑшӗ эпир пӗлекен ӗҫсем ҫинчен ҫырма пуҫларӗҫ. Ҫаксем чӑннипех пулса иртни ҫинчен эпир пӗртте иккӗленместпӗр. 2 Вӗсем ҫинчен пире ҫак ӗҫсене хӑйсен куҫӗпе курнисем тата Туррӑн хыпарне чи малтанах пӗлтерекенсем каласа пачӗҫ. 3 Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофи́л, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпех лайӑх тӗпчесе тухса ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм, 4 хӑвна мӗне вӗрентни чӑннипех те тӗрӗс пулнине санӑн тӗппипе пӗлсе ҫитмелле пултӑр терӗм.
5 И́род* Иудея патши пулнӑ чухне Заха́рия ятлӑ священник пурӑннӑ. Вӑл А́вия ушкӑнӗнчен пулнӑ. Унӑн арӑмӗ Ааро́н ӑрӑвӗнчен* тухнӑ, вӑл Елизавета ятлӑ пулнӑ. 6 Вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ, Иеговӑн* заповечӗсемпе законӗсене пурне те тӗп-тӗрӗс тытса пурӑннӑ. 7 Анчах та вӗсен ачасем пулман, мӗншӗн тесен Елизавета ача тӑвайман. Вӗсем иккӗшӗ те ватӑлса ҫитнӗ пулнӑ.
8 Пӗррехинче Заха́рия, хӑйӗн ушкӑнӗн черечӗ ҫитнипе, Турӑ умӗнче священник ӗҫне туса тӑнӑ. 9 Священниксен йӑлипе ӑна Иегова* храмӗн сӑваплӑ вырӑнне кӗрсе фимиам ҫунтарма суйласа илнӗ пулнӑ. 10 Вӑл фимиам ҫунтарнӑ чухне халӑх тулта кӗлтуса тӑнӑ. 11 Сасартӑк Захарийӑна Иеговӑн* ангелӗ курӑннӑ, вӑл фимиам ҫунтаракан парне вырӑнӗн сылтӑм енче тӑнӑ. 12 Ангела курсан Заха́рия ҫухалсах кайнӑ, вӑл хӑраса ӳкнӗ. 13 Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Заха́рия. Турӑ эсӗ йӑлӑнса кӗлтунине илтрӗ, санӑн арӑму Елизавета сана ывӑл ҫуратса парӗ. Эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн. 14 Эсӗ савӑнмаллипех савӑнӑн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ, 15 мӗншӗн тесен вӑл Иегова* умӗнче аслӑ пулӗ. Унӑн хӗрлӗ эрех те, эрех-сӑра таврашӗ те ӗҫмелле мар. Амӑшӗн варӗнче пулнӑ чухнех Турӑ ӑна хӑйӗн святой сывлӑшне парӗ. 16 Тата вӑл Израиль ҫыннисене нумайӑшне хӑйсен Иегова* Турри патне таврӑнма пулӑшӗ. 17 Вӑл Илия́ хастарлӑхӗпе* тата хӑвачӗпе Турӑ умӗн пырӗ те ашшӗсен чӗрине ачисенни пек тӑвӗ* тата итлемен ҫынсене тӳрӗ ҫынсем пек ӑслӑ пулма пулӑшӗ. Ҫапла вӑл халӑха Иегова* валли хатӗрлӗ».
18 Заха́рия ангела каланӑ: «Ҫакӑ мӗнле пулма пултартӑр? Эпӗ ватӑ вӗт, манӑн арӑм та ватӑлса ҫитнӗ». 19 Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ Гавриил, эпӗ Турӑ умӗнче тӑратӑп. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ. 20 Эпӗ калани хӑй вӑхӑтӗнче пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ вӗсем пурнӑҫланиччен калаҫайми пулӑн». 21 Ҫав хушӑра халӑх Захарийӑна кӗтсе тӑнӑ, вӑл сӑваплӑ вырӑнта чылайччен тӑнинчен тӗлӗннӗ. 22 Унтан тухсан вӑл нимӗн те калама пултарайман, мӗншӗн тесен пачах калаҫайман. Вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ, вара вӗсем вӑл сӑваплӑ вырӑнта темӗскер курнине ӑнланса илнӗ. 23 Храмра ӗҫлесе тӑмалли кунсем вӗҫленсен, вӑл килне кайнӑ.
24 Вӑхӑт иртсен, унӑн арӑмӗ Елизавета йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Вӑл пилӗк уйӑх хушши килтен тухса ҫӳремен. Вӑл ҫапла каланӑ: 25 «Акӑ мӗн турӗ Иегова* ман валли: ҫынсем хурланине ман ҫинчен сирсе ярас тесе вӑл ман ҫинчен аса илчӗ».
26 Елизаветӑн ҫие юлни ултӑ уйӑх ҫитсен, Турӑ Гавриил ангела Галилейӑри Назарет хулине 27 Давид ӑрӑвӗнчи Иосиф ятлӑ арҫын валли ҫураҫнӑ хӗр патне янӑ. Ҫав хӗр Мария ятлӑ пулнӑ. 28 Ун патне кӗрсен ангел ӑна саламланӑ та каланӑ: «Санпала Иегова*, эсӗ пысӑк чыса тивӗҫнӗ!» 29 Унӑн сӑмахӗсене илтсен Мария пӑлхансах кайнӑ. Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши тесе шухӑшлама пуҫланӑ. 30 Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария. Турӑ сана ырлать. 31 Эсӗ йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратӑн, ӑна Иисус ятлӑ хурӑн. 32 Вӑл аслӑ пулӗ, ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тейӗҫ. Иегова* Турӑ ӑна унӑн ашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ. 33 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ».
34 Мария ангела каланӑ: «Ку мӗнле пулӗ-ши? Эпӗ арҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗмен вӗт». 35 Ангел ӑна каланӑ: «Сан ҫине святой сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа эсӗ ҫуратакан ачана святой, Туррӑн Ывӑлӗ тейӗҫ. 36 Санӑн тӑвану Елизавета та, ватӑ пулин те, ывӑл ача ҫуратӗ. Ун ҫинчен ача тӑвайманскер тесе калатчӗҫ пулсан та, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ. 37 Мӗншӗн тесен Турӑ пурнӑҫлама пултарайманни нимӗн те ҫук*». 38 Вара Мария каланӑ: «Эпӗ Иеговӑн* чури! Эсӗ каланӑ пек пултӑр мана». Вара ангел ун патӗнчен кайнӑ.
39 Ҫав кунсенче Мария Иудейӑри сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ хулана васкаса тухса кайнӑ. 40 Заха́рийӑн килне кӗрсен вӑл Елизаветӑна сывлӑх суннӑ. 41 Мария сывлӑх суннине илтсен Елизаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара святой сывлӑш хавхалантарнипе 42 Елизавета хытӑ сасӑпа каланӑ: «Турӑ сана пур хӗрарӑмран та ытларах пиллерӗ, вӑл сан варунти ачана та пиллерӗ! 43 Ман пата манӑн Ҫӳлхуҫан амӑшӗ килчӗ! Мӗн тери пысӑк чыс! 44 Эсӗ мана сывлӑх суннине илтсенех манӑн варӑмри ача тапкалашса илчӗ. 45 Ӗненнӗшӗн эсӗ телейлӗ, мӗншӗн тесен Иегова* хӑвна каланӑ сӑмахсем пурте пурнӑҫланӗҫ».
46 Вара Мария ҫапла каланӑ: «Манӑн чунӑм Иеговӑна* аслӑлать, 47 манӑн чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать, 48 мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чурине, ахаль ҫынна, асӑрхарӗ. Малашне пур ӑру та мана телейлӗ тейӗ, 49 мӗншӗн тесен хӑватлӑ Турӑ маншӑн тӗлӗнмелле ӗҫ турӗ. Унӑн ячӗ сӑваплӑ. 50 Хӑйӗнчен хӑракансене* вӑл ӑруран ӑрӑва хӗрхеннине кӑтартса тӑрать. 51 Вӑл хӑйӗн аллипе хӑватлӑ ӗҫсем турӗ, мӑнкӑмӑллисене салатса ячӗ. 52 Вӑл вӑйлисене престолӗсем ҫинчен сирпӗтсе антарчӗ, ахаль ҫынсене асла кӑларчӗ. 53 Вӑл выҫӑхнисене тӑрантарчӗ, пуяннисене пуш алӑпах ячӗ. 54 Ӗмӗрех хӗрхенме сӑмах панине асра тытса вӑл Израиле, хӑйӗн ӗҫлекенне, пулӑшма килчӗ. 55 Ҫапла вӑл, пирӗн мӑн асаттесене каланӑ пек, Авраампа унӑн тӑхӑмне ӗмӗрех хӗрхеннине кӑтартрӗ». 56 Мария Елизавета патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнсан килне таврӑннӑ.
57 Вӑхӑт ҫитсен, Елизавета ывӑл ача ҫуратнӑ. 58 Унӑн кӳршисемпе тӑванӗсем Иегова* ӑна ҫав тери хӗрхенни ҫинчен илтнӗ те унпа пӗрле савӑннӑ. 59 Саккӑрмӗш кунне ачан ӳтне касма пырсассӑн вӗсем ӑна ашшӗ ячӗпе Заха́рия ятлӑ хурасшӑн пулнӑ. 60 Анчах ача амӑшӗ ҫакна хирӗҫ: «Ҫук! Вӑл Иоанн ятлӑ пулать», — тесе каланӑ. 61 «Санӑн тӑванусем хушшинче ун пек ятли никам та ҫук-ҫке», — тенӗ вӗсем. 62 Унтан вӗсем, аллисемпе кӑтарта-кӑтарта, ывӑлне мӗнле ят хурас килнине ашшӗнчен ыйтнӑ. 63 Заха́рия хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «Унӑн ячӗ — Иоанн», — тесе ҫырса хунӑ. Ҫакӑнтан пурте тӗлӗннӗ. 64 Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ та, вӑл калаҫма тата Турра мухтама пуҫланӑ. 65 Вӗсен таврашӗнче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ-туллӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ. 66 Ҫак хыпара илтнисем пурте мӗн илтнине хӑйсен чӗрине хывнӑ та: «Ку ача кам пулӗ-ши?» — тенӗ, мӗншӗн тесен унпа пӗрле Иегова* пулни паллӑ пулнӑ.
67 Иоанӑн ашшӗ Заха́рия святой сывлӑш хавхалантарнипе пророкла калама пуҫланӑ: 68 «Иеговӑна*, Израиль Туррине, мухтав пултӑр! Вӑл хӑйӗн халӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, ӑна хӑтарчӗ. 69 Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗн, Давидӑн, йӑхӗнчен пире хӑватлӑ ҫӑлакана пачӗ*. 70 Вӑл хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каланӑ пек, 71 пире хамӑр тӑшмансенчен тата хамӑра курайман ҫынсенчен пуринчен те ҫӑлса хӑварӗ. 72 Вӑл пирӗн мӑн асаттесене панӑ сӑмаха пурнӑҫласа пире хӗрхенӗ, вӑл хӑйӗн сӑваплӑ килӗшӗвӗ ҫинчен, 73 пирӗн мӑн асаттене Авраама тупа туни ҫинчен, аса илӗ. 74 Хӑй тупа тунӑ тӑрӑх, пире тӑшмансенчен хӑтарсан, вӑл пире хӑйӗншӗн пӗр хӑрамасӑр ӗҫлесе тӑма май парса чыс тӑвӗ, 75 пире хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑйӗншӗн чунтан парӑнса тата пӗр айӑпсӑр пулса ӗҫлемелле тӑвӗ. 76 Сана вара, ывӑлӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Иегова* валли ҫул хатӗрлеме ун умӗн пырӑн, 77 Турӑ хӑйӗн халӑхӗн ҫылӑхӗсене каҫарнине пула вӗсене ҫӑласси ҫинчен хыпар пӗлтерӗн. 78 Пирӗн Турӑ ҫаксене пурне те питӗ хытӑ хӗрхеннӗрен тӑвӗ. Унӑн хӗрхенӗвӗ пирӗншӗн ҫутӑлса килекен шурӑмпуҫ ҫути пек пулӗ. 79 Ҫапла майпа вӑл тӗттӗмлӗхре тата вилӗм ӗмӗлки айӗнче ларакансене ҫутӑ парӗ тата пире мир ҫулӗ ҫине тӑратӗ».
80 Ача ӳснӗ, Турӑ сывлӑшне пула вӑйлӑ пулса тӑнӑ. Израиль халӑхӗ патне киличчен вӑл пушхирте пурӑннӑ.
2 Ҫав вӑхӑтра Август цезарь* пӗтӗм империри халӑх йышне ҫырса тухмалли ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ. 2 (Сири ҫӗрне Квири́ний тытса тӑнӑ чухне халӑх йышне ҫапла ҫырса тухасси пӗрремӗш хут пулнӑ.) 3 Ҫырӑнмашкӑн вара кашнийӗ хӑй ҫуралнӑ хулине кайнӑ. 4 Иосиф та Галилейӑри Назаре́т хулинчен Иудейӑри Вифлеема, Давидӑн тӑван хулине, кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Давид йӑхӗнчен пулнӑ. 5 Ҫырӑнма вӑл Марийӑпа кайнӑ. Ҫав вӑхӑталла Мария унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Унӑн кӗҫех ҫуратмалла пулнӑ. 6 Вӗсем унта пулнӑ чухне Марийӑн ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ. 7 Вара Мария ывӑл ҫуратнӑ, вӑл унӑн пӗрремӗш ачи пулнӑ. Вӑл ӑна чӗркесе выльӑха апат памалли сырӑша вырттарнӑ, мӗншӗн тесен хӑна ҫуртӗнче вӗсем валли вырӑн пулман.
8 Ҫав таврара хирте кӗтӳҫсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ. 9 Сасартӑк вӗсен умне Иеговӑн* ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Иеговӑн* мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. 10 Анчах ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр. Эпӗ сире ырӑ хыпар пӗлтерме килтӗм, вӑл пур ҫынна та пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ. 11 Паян Давидӑн хулинче сире ҫӑлакан ҫуралчӗ, вӑл — Христос Ҫӳлхуҫа. 12 Эсир ӑна акӑ мӗнле палласа илме пултаратӑр: чӗркенӗ ача выльӑха апат памалли сырӑшра выртӗ». 13 Унтан сасартӑк ҫав ангел ҫумӗнче тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса ҫапла каланӑ: 14 «Тӳпере Турра мухтав пултӑр, ҫӗр ҫинче вара вӑл ырлакан ҫынсене мир пултӑр!»
15 Ангелсем тӳпене ҫӗкленсе кайсан, кӗтӳҫсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Айтӑр халех Вифлеема каяр та Иегова* пире мӗн калани мӗнле пурнӑҫланнине курар». 16 Вара вӗсем васкаса кайнӑ та унта Марийӑпа Иосифа тата сырӑшра выртакан ачана шыраса тупнӑ. 17 Ачана курсан, кӗтӳҫсем ангелран мӗн илтнине каласа панӑ. 18 Вӗсене итлекенсем пурте тӗлӗннӗ. 19 Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те хӑйӗн чӗрине хывса вӗсем мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшланӑ. 20 Унтан кӗтӳҫсем хӑйсем мӗн илтнишӗн, мӗн курнишӗн Турра мухтаса тата аслӑласа каялла таврӑннӑ. Ангел вӗсене мӗнле каланӑ пулнӑ, пӗтӗмпех шӑп ҫапла пулса тухнӑ.
21 Саккӑрмӗш кунне ачан ӳтне кастарнӑ та ӑна Иисус тесе ят панӑ. Ангел ӑна ҫак ята Мария йывӑр ҫын пулса тӑричченех панӑ пулнӑ.
22 Моисей законӗ хушнӑ тӑрӑх тасалмалли вӑхӑт ҫитсен, Марийӑпа Иосиф ачана Иерусалима Иегова* умне илсе пынӑ, 23 мӗншӗн тесен Иегова* законӗнче ҫапла каланӑ: «Малтан ҫуралнӑ кашни ывӑл ачана Иеговӑна* халалламалла». 24 Ҫавӑн пекех вӗсем, Иеговӑн* законӗнче каланӑ пек, парне кӳнӗ. Ҫав закон тӑрӑх икӗ улатӑ е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн парнене кӳмелле пулнӑ.
25 Иерусалимра Турӑран хӑракан* пӗр тӳрӗ ҫын пурӑннӑ, вӑл Симео́н ятлӑ пулнӑ. Вӑл ӗнтӗ Турӑ Израиле йӑпатас вӑхӑта кӗтнӗ. Ун ҫинче святой сывлӑш пулнӑ. 26 Турӑ ӑна святой сывлӑш урлӑ Христоса, Иегова* суйласа илнӗскере, курмасӑр вилместӗн тесе пӗлтернӗ. 27 Святой сывлӑш хавхалантарнипе Симео́н храма пынӑ. Закон хушнине тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗк Иисуса унта илсе пырсан, 28 вӑл ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29 «Аслӑ Ҫӳлхуҫа, ху каланӑ пек, халӗ ӗнтӗ санӑн чуру канӑҫлӑн вилме пултарать, 30 мӗншӗн тесен эсӗ кам урлӑ ҫӑлӑнӑҫ парӑн, ҫавна эпӗ куртӑм. 31 Ӑна эсӗ пур халӑх та куртӑр тесе янӑ. 32 Вӑл — халӑхсене хупласа тӑракан тӗттӗмлӗхе сирсе яракан ҫутӑ, хӑвӑн Израиль халӑхун мухтавӗ». 33 Иисусӑн ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ачи ҫинчен Симео́н мӗн каланине илтсен питӗ тӗлӗннӗ. 34 Симео́н вӗсене пилленӗ те ачан амӑшне, Марийӑна, каланӑ: «Ӑна пула Израильте пӗрисем ӳкӗҫ, теприсем тӑрӗҫ. Вӑл ӗнтӗ Турӑ панӑ паллӑ пулӗ, ҫапах та нумайӑшӗ ӑна хирӗҫ калаҫӗ. 35 Ҫаксем пурте чылайӑшӗн чӗринчи шухӑшӗсем паллӑ пулччӑр тесе пулса иртӗҫ. Санӑн чуну витӗр вара хӗҫ тухӗ».
36 Унта тата Аси́р йӑхӗнчен тухнӑ Фануилӑн хӗрӗ, Анна ятлӑ ватӑ хӗрарӑм пророк, пулнӑ. Качча кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн упӑшкипе ҫичӗ ҫул пурӑнсан 37 вӑл тӑлӑха юлнӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл 84 ҫулта пулнӑ. Анна яланах храмра пулнӑ. Унта вӑл типӗ тытса, хӗрӳллӗн кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. 38 Вӑл та пырса Турра тав тума тытӑннӑ тата Иерусалима хӑтарасса кӗтекенсене пурне те ача ҫинчен каласа пама пуҫланӑ.
39 Иеговӑн* законӗ хушнине пурне те тунӑ хыҫҫӑн Иосифпа Мария Галилейӑна, хӑйсен тӑван хулине, Назарета, таврӑннӑ. 40 Ача вара ӳснӗҫемӗн вӑйлӑрах та ӑслӑрах пулса пынӑ тата ӑна Турӑ та ырланӑ.
41 Иисусӑн ашшӗпе амӑшӗ кашни ҫулах Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ. 42 Вӑл 12 ҫулта пулнӑ чухне вӗсем яланхи пекех ҫав уява кайнӑ. 43 Уяв хыҫҫӑн вӗсем киле кайнӑ, анчах Иисус Иерусалимра тӑрса юлнӑ, ашшӗпе амӑшӗ вара ҫавна асӑрхаман та. 44 Вӑл ҫула тухнӑ ытти ҫынсемпе пӗрле пырать пуль тесе вӗсем пӗр кун утнӑ. Унтан вара ӑна хӑйсен тӑванӗсем, хӑйсем паллакан ҫынсем хушшинче шырама тытӑннӑ. 45 Ӑна шыраса тупайманнипе вӗсем Иерусалима каялла таврӑнса ӑна унта шырама пуҫланӑ. 46 Виҫӗ кунран вӗсем ӑна храмра шыраса тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсем хушшинче ларнӑ, вӗсене итленӗ тата ыйтусем панӑ. 47 Ӑна итлекенсем пурте унӑн хуравӗсенчен тата вӑл ҫав тери нумай пӗлнинчен тӗлӗннӗ. 48 Ашшӗпе амӑшӗ ӑна курсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ывӑлӑм, мӗншӗн эсӗ капла турӑн? — тесе ыйтнӑ Мария. — Эпир аҫупа иксӗмӗр сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр». 49 Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир мана мӗншӗн шырарӑр? Манӑн хамӑн Аттен ҫуртӗнче пулмаллине эсир пӗлмен-им?» 50 Анчах та вӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман.
51 Иисус ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Назарета таврӑннӑ, вӗсене итлесе* пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те хӑйӗн чӗринче упранӑ. 52 Иисус ӳссе, ӑслӑланса пынӑ, ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ.
3 Тибе́рий цезарь* патшана ларни 15-мӗш ҫула кайнӑ. Иудейӑра По́нтий Пила́т пуҫлӑх* пулнӑ, Галиле́я ҫӗрӗнче — И́род*, Итурейӑпа Трахонити́да ҫӗрӗнче — унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилине́я ҫӗрӗнче — Лиса́ний. 2 Каиа́фа чи аслӑ священник пулнӑ, Анна аслӑ священник пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Заха́рийӑн ывӑлӗ Иоанн пушхирте пулнӑ чухне Турӑран хыпар илнӗ.
3 Вӑл вара, Иорда́н шывӗ таврашӗнче пур ҫӗрте те ҫӳресе, ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен ӳкӗннине кӑтартса шыва кӗмелле тесе вӗрентнӗ. 4 Ҫакӑ Иса́ия пророк кӗнекинче ҫырнӑ пекех пулнӑ, унта ҫырнӑ: «Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Иегова* валли ҫул хатӗрлӗр! Ун валли ҫулсене такӑрлатӑр. 5 Айлӑм вырӑнсене пурне те тултарӑр, тусемпе сӑртсене пурне те ҫӗрпе танлаштарӑр, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗр, тикӗс мар ҫулсене тикӗслетӗр. 6 Вара пур ҫын та Турӑ кам урлӑ ҫӑлӑнӑҫ парӗ, ҫавна курӗ“».
7 Иоанн патне шыва кӗме питӗ нумай ҫын пынӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫӗлен ҫурисем, ҫитес ҫилӗрен хӑтӑлма пултаратӑр тесе сире кам каларӗ? 8 Ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартӑр. Хӑвӑр ӑшӑрта: „Пирӗн атте — Авраа́м“, — теме ан та хӑйӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраа́м валли ачасем тума пултарать. 9 Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫсен тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Лайӑх ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахӗҫ».
10 Ҫав ҫынсем унран: «Пирӗн вара мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 11 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Камӑн улӑштармалли тумтир* пур, ҫавӑ ӑна тумтир ҫуккине патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр». 12 Налог пуҫтаракансем те шыва кӗме пынӑ, вӗсем Иоанран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн вара мӗн тумалла?» 13 Вӑл вӗсене каланӑ: «Хӑвӑра пуҫтарма хушнинчен ытлашши ан илӗр». 14 Салтаксем те унран: «Пирӗн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Никама та ан хӗсӗрлӗр*, никама та суйса ан айӑплӑр, хӑвӑр ӗҫшӗн хӑвӑра мӗн панипе ҫырлахса пурӑнӑр».
15 Халӑх Христоса кӗтнӗ, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн пирки: «Ку Христос мар-ши?» — тесе шухӑшланӑ. 16 Иоанн вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире шыва кӗртетӗп. Анчах ман хыҫҫӑн килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ унӑн сандалин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сирӗнтен пӗрисене святой сывлӑшпа, теприсене вутпа шыва кӗртӗ*. 17 Сӑвӑрмалли кӗреҫи* те унӑн хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемне* тасатса тухса туллине кӗлете пухса хурӗ, арпине вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
18 Иоанн ҫынсене ытти сӑмахсемпе те нумай вӗрентнӗ тата вӗсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. 19 Ҫавӑн пекех вӑл И́род пуҫлӑха хӑй пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗшӗн тата хӑй тунӑ пур усал ӗҫӗшӗн питленӗ. 20 И́род вара хӑйӗн усал ӗҫӗсем ҫумне тата тепӗр усал ӗҫ хушнӑ: Иоана тӗрмене хуптарнӑ.
21 Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чухне Иисус та шыва кӗнӗ. Вӑл кӗлтунӑ вӑхӑтра тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, 22 ун ҫине святой сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса аннӑ, вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ манӑн юратнӑ Ывӑлӑм. Эпӗ сана ырлатӑп».
23 Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ чухне пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх,
вӑл Иосифӑн ывӑлӗ,
И́лийӑн ывӑлӗ,
24 Матфа́тӑн ывӑлӗ,
Ле́вийӑн ывӑлӗ,
Ме́лхийӑн ывӑлӗ,
Ианна́йӑн ывӑлӗ,
Иосифӑн ывӑлӗ,
25 Матта́фийӑн ывӑлӗ,
Амо́сӑн ывӑлӗ,
Нау́мӑн ывӑлӗ,
Если́йӑн ывӑлӗ,
Нагге́йӑн ывӑлӗ,
26 Маа́фӑн ывӑлӗ,
Матта́фийӑн ывӑлӗ,
Семе́инӑн ывӑлӗ,
Ио́сихӑн ывӑлӗ,
Ио́дӑн ывӑлӗ,
27 Иоанна́нӑн ывӑлӗ,
Риса́йӑн ывӑлӗ,
Зорова́велӗн ывӑлӗ,
Салафии́лӑн ывӑлӗ,
Ни́рийӑн ывӑлӗ,
28 Ме́лхийӑн ывӑлӗ,
А́ддийӑн ывӑлӗ,
Коса́мӑн ывӑлӗ,
Элмада́мӑн ывӑлӗ,
Ирӑн ывӑлӗ,
Елиезе́рӑн ывӑлӗ,
Иори́мӑн ывӑлӗ,
Матфа́тӑн ывӑлӗ,
Ле́вийӑн ывӑлӗ,
30 Симео́нӑн ывӑлӗ,
Иудӑн ывӑлӗ,
Иосифӑн ывӑлӗ,
Иона́мӑн ывӑлӗ,
Елиаки́мӑн ывӑлӗ,
31 Мелеа́йӑн ывӑлӗ,
Менна́йӑн ывӑлӗ,
Маттафа́йӑн ывӑлӗ,
Нафа́нӑн ывӑлӗ,
Давидӑн ывӑлӗ,
32 Иессе́йӑн ывӑлӗ,
Ови́дӑн ывӑлӗ,
Воо́зӑн ывӑлӗ,
Салмо́нӑн ывӑлӗ,
Наассо́нӑн ывӑлӗ,
33 Аминада́вӑн ывӑлӗ,
Ара́мӑн ывӑлӗ,
Есро́мӑн ывӑлӗ,
Фаре́сӑн ывӑлӗ,
Иудӑн ывӑлӗ,
34 Иаковӑн ывӑлӗ,
Исаа́кӑн ывӑлӗ,
Авраа́мӑн ывӑлӗ,
Фаррӑн ывӑлӗ,
Нахо́рӑн ывӑлӗ,
35 Серу́хӑн ывӑлӗ,
Рага́вӑн ывӑлӗ,
Фале́кӑн ывӑлӗ,
Еве́рӑн ывӑлӗ,
Салӑн ывӑлӗ,
36 Каина́нӑн ывӑлӗ,
Арфакса́дӑн ывӑлӗ,
Симӑн ывӑлӗ,
Нойӑн ывӑлӗ,
Ламе́хӑн ывӑлӗ,
37 Мафуса́лӑн ывӑлӗ,
Ено́хӑн ывӑлӗ,
Иаре́дӑн ывӑлӗ,
Малелеи́лӑн ывӑлӗ,
Каина́нӑн ывӑлӗ,
38 Ено́сӑн ывӑлӗ,
Сифӑн ывӑлӗ,
Адамӑн ывӑлӗ,
Туррӑн ывӑлӗ пулнӑ.
4 Иисус Иорда́н хӗрринчен кайнӑ. Турӑ ӑна святой сывлӑш панӑ, ҫав сывлӑш ӑна пушхирте илсе ҫӳренӗ. 2 Иисус унта 40 кун пулнӑ, ҫав кунсенче вӑл нимӗн те ҫимен. Юлашкинчен вӑл выҫса ҫитнӗ, вара Шуйттан* ӑна илӗртме пуҫланӑ. 3 Шуйттан Иисуса: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш», — тенӗ. 4 Иисус ӑна хуравланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑкӑртан анчах килмест“».
5 Унтан Шуйттан ӑна ҫӳллӗ вырӑна илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ, 6 вара ӑна каланӑ: «Ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсен чапне-мухтавне те сана парӑп, мӗншӗн тесен ҫак патшалӑхсене мана панӑ, эпӗ вӗсене кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп. 7 Ҫапла вара, эсӗ мана пуҫҫапсан, ҫакӑ пурте санӑн пулӗ». 8 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр*“».
9 Унтан Шуйттан Иисуса Иерусалима илсе кайнӑ та храмӑн чи ҫӳллӗ вырӑнне тӑратса ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик. 10 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: „Вӑл хӑйӗн ангелӗсене сана хӳтӗлеме хушӗ“, 11 вара „санӑн уру чулран ан такӑнтӑр тесе вӗсем сана алӑ ҫинче йӑтса кайӗҫ“». 12 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „ Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, ан тӗрӗсле“». 13 Вара Шуйттан ӑна илӗртме пӑрахнӑ та майлӑ вӑхӑт ҫитиччен ун патӗнчен кайнӑ.
14 Ҫавӑн хыҫҫӑн святой сывлӑшпа хӑватлӑланса Иисус Галилейӑна таврӑннӑ. Унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ. 15 Унта вӑл синагогӑсенче вӗрентнӗ, пурте ун пирки мухтаса калаҫнӑ.
16 Иисус хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑматкун вӑл, яланхи пекех, синагогӑна кӗнӗ. Вӑл вулама тӑрсан, 17 ӑна Иса́ия пророкӑн чӗркемне панӑ. Вӑл ҫав чӗркеме уҫса пӗр вырӑн шыраса тупнӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 18 «Ман ҫинче Иеговӑн* сывлӑшӗ. Вӑл мана чухӑннисене ырӑ хыпар пӗлтерме суйласа илнӗ. Вӑл мана тыткӑнрисене — вӗсене ирӗке кӑларасси ҫинчен, суккӑррисене — вӗсем куракан пуласси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, пусмӑртисене ирӗке кӑларма тата 19 Иегова* хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартас вӑхӑт ҫитнине пӗлтерме ячӗ». 20 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл чӗркеме каялла чӗркесе хурса унта ӗҫлекене панӑ та ларнӑ. Синагогӑра пурте ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ. 21 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир халӗ илтнӗ Ҫырури ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ».
22 Пурте ун ҫинчен ырласа калаҫма пуҫланӑ. Унӑн ырӑ сӑмахӗсенчен тӗлӗнсе вӗсем пӗр-пӗрне: «Ку Иосиф ывӑлӗ мар-и вара?» — тенӗ. 23 Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах ӗнтӗ, эсир мана „Тухтӑр, хӑвна ху сыват“ текен каларӑша аса илтерсе ҫапла калӑр: „Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, хӑвӑн тӑван ҫӗрӳнте, ҫавнах туса кӑтарт“». 24 Унтан вӑл каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче пӗр пророка та хапӑл тумаҫҫӗ. 25 Чӑннине калатӑп сире: Илия́ пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши ҫумӑр пулман чухне, пӗтӗм ҫӗр ҫинче хаяр выҫлӑх пулнӑ чухне, Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ. 26 Ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те яман, ӑна Сидо́н ҫӗрӗнчи Саре́пта хулинчи пӗр тӑлӑх арӑм патне кӑна янӑ. 27 Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра та Израильте тилҫеллӗ ҫынсем нумай пулнӑ. Ҫапах вӗсенчен пӗрне те сыватман, Сири ҫыннине Неемана кӑна сыватнӑ». 28 Ҫакна илтсен синагогӑрисем пурте тарӑхсах кайнӑ. 29 Вара вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларса хӑйсен хули ларакан ту ҫине илсе кайнӑ, вӗсем ӑна ҫавӑнтан аялалла пӑрахасшӑн пулнӑ. 30 Анчах вӑл вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
31 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Галилейӑри Капернау́м хулине пынӑ, унта шӑматкунсенче вӑл ҫынсене вӗрентнӗ. 32 Вӑл мӗнле вӗрентнинчен вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен вӑл власть пур ҫын пек калаҫнӑ. 33 Синагогӑра усал сывлӑш, урӑхла каласан, демон, ярса илнӗ ҫын пулнӑ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34 «Назаре́т Иисусӗ, сана пирӗнтен мӗн кирлӗ? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ-и? Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ — Туррӑн Святойӗ». 35 Анчах Иисус ӑна: «Чарӑн, тух ун ӑшӗнчен», — тесе хушнӑ. Вара демон пурин умӗнче ҫав ҫынна урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ. 36 Пурте хытӑ тӗлӗнсе пӗр-пӗрне ҫапла калама пуҫланӑ: «Курӑр-ха, мӗнлерех вӑл калаҫать! Унӑн сӑмахӗсенче хӑват пур, вӑл усал сывлӑшсене хушать те — лешсем тухаҫҫӗ!» 37 Вара ун ҫинчен таврари пӗтӗм ҫӗре хыпар сарӑлнӑ.
38 Синагогӑран тухсан Иисус Си́мон килне кайнӑ. Си́монӑн хунямӑшӗ хытӑ вӗрилентернипе асапланнӑ, Иисуса ӑна пулӑшма ыйтнӑ. 39 Иисус ун патне пырса ӑна сыватнӑ, вара ӑна вӗрилентерме пӑрахнӑ. Хӗрарӑм ҫав самантрах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
40 Хӗвел аннӑ чухне Иисус патне тӗрлӗ чирпе асапланакансене илсе пынӑ. Вӑл, кашнийӗ ҫине аллине хурса, вӗсене сыватнӑ. 41 Ҫавӑн пекех вӑл нумай ҫын ӑшӗнчен демонсене хӑваласа кӑларнӑ. Тухнӑ чухне вӗсем: «Эсӗ Туррӑн Ывӑлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах Иисус демонсене хӑй ҫинчен калама чарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл Христос иккенне пӗлнӗ.
42 Тул ҫутӑлсан, Иисус унтан тухса ҫын ҫук ҫӗре кайнӑ. Анчах ҫынсем ӑна шырама пуҫланӑ, тупсан вара ӑна хӑйсем патӗнчен ярас мар тесе чарса тӑнӑ. 43 Вӑл вӗсене каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара манӑн ытти хуласенче те пӗлтермелле. Мана ҫавӑншӑн янӑ та». 44 Вара вӑл ырӑ хыпар пӗлтерме Иудейӑри синагогӑсене кайнӑ.
5 Пӗррехинче Иисус Геннисаре́т кӳлли* хӗрринче Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Ӑна итлеме нумай ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ, вӗсем ӑна хӗсме пуҫланӑ. 2 Иисус кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫсем кимӗ ҫинчен тухнӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсен сӗреке-тетелне ҫуса тӑнӑ. 3 Вӑл Си́мон кимми ҫине кӗнӗ те ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан вӑл ларса кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ. 4 Вӗрентсе пӗтерсен, вӑл Симона каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кай, тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр». 5 Си́мон ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир ҫӗрӗпех ӗҫлерӗмӗр, анчах нимӗн те тытаймарӑмӑр. Эсӗ каланӑран тетелсене пӑрахам эппин». 6 Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ. 7 Вара вӗсем тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешӗсем ишсе пырсан икӗ кимме туллиех пулӑ тултарнӑ, вӗсен киммисем те путма пуҫланӑ. 8 Ҫакна курсан Си́мон Пётр Иисус умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫылӑхлӑ ҫын, кайсам ман патӑмран». 9 Си́мон та, унпа пӗрле пулнисем те ҫав тери нумай пулӑ тытнӑран тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫапла каланӑ. 10 Си́монӑн юлташӗсем те, Зеведе́йӑн ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн, хытӑ тӗлӗннӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра. Паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн». 11 Вӗсем ҫыран хӗррине таврӑннӑ та пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
12 Иисус пӗр хулара пулнӑ чухне пӗр ҫынна тӗл пулнӑ, унӑн кӗлетки пӗтӗмпех тилҫеллӗ пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ҫӗре ӳксе тархасласа каланӑ: «Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас килсенех, эсӗ мана тасатма пултаратӑн». 13 Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе каланӑ: «Тасатас килет! Тасал». Вара лешӗн ҫинчи тилҫе ҫав самантрах пӗтнӗ. 14 Иисус ӑна ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, тата вӑл каланӑ: «Священниксем эсӗ сывалнине курччӑр тесе хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, хӑв тасалнӑшӑн парне кӳр». 15 Ҫав-ҫавах Иисус ҫинчен хыпар сарӑлса пынӑ. Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн тата хӑйсен чирӗсенчен сывалмашкӑн ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16 Вӑл вара час-часах ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ.
17 Пӗррехинче Иисус пӗр ҫуртра вӗрентнӗ. Унта Галилейӑран, Иудейӑран тата Иерусалимран килнӗ фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем те ларнӑ. Иегова* вӑй панипе Иисус чирлисене сыватма пултарнӑ. 18 Ҫав вӑхӑтра пӗрисем паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна наҫилккапа йӑтса илсе пынӑ. Вӗсем ӑна шала йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ, 19 анчах халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем шала кӗреймен. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та, ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе, паралич ҫапнӑ ҫынна наҫилккипех Иисус умне антарнӑ. 20 Вӗсен ӗненӗвне курса Иисус ӑна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ», — тенӗ. 21 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫма пуҫланӑ: «Кам вара ку, Турра хурлаканскер? Турӑсӑр пуҫне кам ҫылӑх каҫарма пултартӑр?» 22 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫакӑн пек шухӑшлатӑр? 23 Хӑшне калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и е „Тӑр та утса ҫӳре“ теме-и? 24 Ҫапах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма власть пуррине сирӗн пӗлмелле пултӑр тесе...» Вара вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Калатӑп сана: тӑр та наҫилккуна илсе килне кай». 25 Лешӗ вара ҫав самантрах пурин умӗнчех тӑнӑ та, хӑйӗн наҫилккине илсе, Турра мухтаса килне кайнӑ. 26 Пурте шалтах тӗлӗнсе кайса Турра мухтама пуҫланӑ. Хӑраса ӳкнипе вӗсем ҫапла каланӑ: «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ куртӑмӑр!»
27 Иисус унтан кайнӑ та Ле́вий ятлӑ налог пуҫтаракана курнӑ. Вӑл налог пуҫтаракан ҫуртра ларнӑ. Иисус ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. 28 Лешӗ тӑнӑ та пӗтӗмпех хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 29 Ле́вий хӑй килӗнче Иисус валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Вӗсемпе пӗрле сӗтел хушшинче налог пуҫтаракансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. 30 Фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе Иисусӑн вӗренекенӗсене ҫапла калама пуҫланӑ: «Мӗншӗн эсир налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе апат ҫиетӗр?» 31 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 32 Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене, вӗсем ӳкӗнччӗр тесе, чӗнме килнӗ».
33 Вӗсем ӑна каланӑ: «Иоанӑн вӗренекенӗсем час-часах типӗ тытаҫҫӗ, тӑрӑшса кӗлтӑваҫҫӗ, фарисейсен вӗренекенӗсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ». 34 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир кӗрӳ каччӑн тусӗсене, кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне, типӗ тыттарма пултараятӑр-и? 35 Анчах вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вӗсем типӗ тытӗҫ».
36 Унтан Иисус вӗсене тӗслӗх илсе панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен татӑк касса илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан, ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче вырӑнлӑ мар. 37 Никам та ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе кивӗ сӑран хутаҫа ямасть. Апла тусан, ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ, вара эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. 38 Ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа ямалла. 39 Никам та кивӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах“, — тейӗ».
6 Пӗррехинче Иисус тырӑ пуссипе утса пынӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса тыррине ҫиме пуҫланӑ. 2 Ҫакна курсан фарисейсенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Мӗншӗн эсир шӑматкун тума юраманнине тӑватӑр?» 3 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем выҫса ҫитнӗ чухне вӑл мӗн туни ҫинчен эсир нихӑҫан та вуламан-им? 4 Вӑл Турӑ ҫуртне кӗнӗ те, ӑна сӑваплӑ ҫӑкӑра* панӑ. Ҫав ҫӑкӑра священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман пулин те, вӑл хӑй те ҫинӗ, хӑйӗнпе пулнӑ ҫынсене те панӑ». 5 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлӗ — шӑматкун Хуҫи».
6 Тепӗр шӑматкун вӑл синагогӑна кӗнӗ те вӗрентме пуҫланӑ. Унта сылтӑм алли хӑрнӑ* ҫын пулнӑ. 7 Иисус шӑматкун сыватмӗ-ши тесе фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем ӑна айӑплас шухӑшпа тимлӗн сӑнаса тӑнӑ. 8 Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: «Варрине тухса тӑр», — тенӗ. Вара лешӗ тухса тӑнӑ. 9 Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Сирӗнтен ыйтам-ха: закон тӑрӑх шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? Ҫын пурнӑҫне ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» 10 Вӑл пурин ҫине пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс». Лешӗ тӑснӑ та унӑн алли тӳрленнӗ. 11 Вӗсем вара урса кайнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» — тесе калаҫнӑ.
12 Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ, унта вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ. 13 Тул ҫутӑлсан, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостолсем тесе ят панӑ. 14 Вӗсем ҫаксем: Си́мон (Иисус ӑна Пётр тесе те ят панӑ), унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломе́й, 15 Матфей, Фома́, Алфе́й ывӑлӗ Иаков, Си́мон (ӑна «хастарлӑскер» тесе чӗннӗ), 16 Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ Иуда Искарио́т.
17 Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидо́н таврашӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӗсем вӑл вӗрентнине итлеме тата хӑйсен чирӗсенчен сывалма пынӑ. 18 Вӑл усал сывлӑш ернипе асапланакансене те сыватнӑ. 19 Пурте ӑна сӗртӗнме тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
20 Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ:
— Чухӑнсем, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ — сирӗн.
21 Халӗ выҫӑхса пурӑнакансем, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен эсир тӑранӑр.
Халӗ макӑракансем, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен эсир кулӑр.
22 Этем Ывӑлӗшӗн ҫынсем сире курайми пулсан, хӑваласа кӑларса ярсан, хурласан, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарсан, эсир телейлӗ. 23 Ҫав кун савӑнӑр, хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен сире тӳпере пысӑк награда пулӗ. Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ.
24 Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр савӑнӑҫа* туллин илтӗр ӗнтӗ.
25 Халӗ тутӑскерсем, хуйхӑ пулӗ сире, мӗншӗн тесен эсир выҫӑпа аптрӑр.
Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир хуйхӑрса макӑрӑр.
26 Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ.
27 Сире вара, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшмансене юратӑр, хӑвӑра курайманнисене ырӑ тӑвӑр, 28 хӑвӑра ылханакансене пиллӗр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр. 29 Кам сана пӗр питҫӑмартинчен ҫапать, ун енне теприне те ҫавӑрса пар. Кам санран ҫиелти тумтире туртса илет, эсӗ ӑна аялтине те илме ан чар. 30 Хӑвӑнтан ыйтакана кирек кама та пар. Ҫын санран мӗн те пулин илнӗ пулсан, ҫавна каялла пама ан ыйт.
31 Хӑвӑршӑн ҫынсене мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр.
32 Хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те хӑйсене юратакансене юратаҫҫӗ. 33 Хӑвӑра ырӑ тӑвакансене ҫеҫ ырӑ тӑватӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. 34 Ҫавӑн пекех, кивҫен панӑ чухне* эсир ӑна каялла тавӑрса пама пултаракан ҫынна ҫеҫ паратӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те, хӑйсем мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлех каялла илессе шанса, ҫылӑхлисене кивҫен параҫҫӗ. 35 Эсир вара хӑвӑр тӑшмансене юратӑр, ырӑ тӑвӑр, каялла тавӑрса парасса кӗтмесӗрех кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк награда пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесен вӑл пархатарсӑр та усал ҫынсемшӗн те ырӑ. 36 Сирӗн Аҫӑр хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ пекех, эсир те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр.
37 Унсӑр пуҫне, суд тума пӑрахӑр, вара хӑвӑра та суд тумӗҫ. Айӑплама пӑрахӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ. 38 Парӑр, вара хӑвӑра та парӗҫ: сире кӗпе арки ҫине тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпелесе тултарса парӗҫ. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ.
39 Унтан вӑл вӗсене тӗслӗхсем каласа панӑ: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреме пултарать-и? Вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? 40 Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, анчах та кама вӗрентсе ҫитернӗ, ҫавӑ вӗрентекенӗ пек пулса тӑрӗ. 41 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи улӑм пӗрчине* куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене вара асӑрхамастӑн? 42 Хӑвӑн куҫунти пӗренене курман ҫӗртенех мӗнле-ха эсӗ тӑванна: „Тӑванӑм, сан куҫунти улӑм пӗрчине кӑларам-ха“, — тесе калама пултаратӑн? Икӗпитлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тӑванун куҫӗнчи улӑм пӗрчине мӗнле кӑлармаллине курӑн.
43 Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ памасть, начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ памасть. 44 Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, йӗплӗ ӳсентӑран ҫинчен инжир е виноград пуҫтармаҫҫӗ. 45 Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ыррине упранӑран унран ырри тухать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усаллине упранӑран унран усалли тухать. Мӗншӗн тесен ҫыннӑн чӗри мӗнпе тулнӑ, вӑл ҫавӑн ҫинчен калаҫать.
46 Мӗншӗн эсир мана: „Ҫӳлхуҫа! Ҫӳлхуҫа!“ — тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара эпӗ каланине тумастӑр? 47 Ман пата килекен, ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. 48 Вӑл тарӑн чавса, никӗсне чул хысакӗ ҫине хурса ҫурт лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Шыв илме пуҫласан, юханшыв шывӗсем ҫав ҫурта пырса ҫапнӑ, анчах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ӑна ҫирӗп туса лартнӑ пулнӑ. 49 Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын — никӗс хумасӑрах ҫуртне ҫӗр ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Юханшыв шывӗсем пырса ҫапсан, ҫав ҫурт тӳрех йӑтӑнса аннӑ, ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлнӑ».
7 Итлесе тӑракан халӑха хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен, Иисус Капернаума кӗнӗ. 2 Унта ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн* пӗр чури вилес пекех чирлӗ выртнӑ, ҫав чурана вӑл питӗ хакланӑ. 3 Иисус ҫинчен илтсен, хӑйӗн чурине сыватма килтӗрччӗ тесе йӑлӑнмашкӑн, вӑл ун патне иудейсен старейшинисене янӑ. 4 Лешӗсем Иисус патне пынӑ та ӑна йӑлӑнса ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ пирки каланӑ: «Вӑл санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын. 5 Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та туса пачӗ». 6 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ ӑна хирӗҫ тусӗсене ҫапла калама янӑ: «Хуҫамӑм, ан чӑрман. Эпӗ сана хамӑн киле кӗртме те тивӗҫлӗ мар. 7 Сан патна пыма та хама тивӗҫлӗ мар тесе шутларӑм. Кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ. 8 Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ — тетӗп те, вӑл каять; теприне: „Кил!“ — тетӗп те, вӑл килет; хамӑн чурана та: „Ҫавна ту!“ — тесе хушсан, вӑл тӑвать». 9 Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ, вара хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑх еннелле ҫаврӑнса ҫапла каланӑ: «Калатӑп сире: эпӗ Израиль ҫыннисем хушшинче те ҫакӑн пек хытӑ ӗненнине курман». 10 Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ янисем каялла таврӑнсан, леш чура сывалнине курнӑ.
11 Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисус Наи́н хулине кайнӑ, унпа пӗрле вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 12 Вӑл хула хапхи патне ҫывхарнӑ чухне хуларан вилнӗ ҫынна, тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлне, ҫӗклесе тухнӑ. Ҫав тӑлӑх арӑмпа пӗрле хуларан нумай ҫын утса тухнӑ. 13 Ҫӳлхуҫа ҫав тӑлӑх арӑма курсан ӑна питӗ шелленӗ, вара ӑна: «Ан макӑр», — тенӗ. 14 Унтан вӑл пырса наҫилккана сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑнса тӑнӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, калатӑп сана: тӑр!» 15 Вилнӗскерӗ тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна каялла амӑшне тавӑрса панӑ. 16 Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса: «Пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ» тата «Турӑ хӑйӗн халӑхне аса илчӗ», — тенӗ. 17 Вӑл ҫапла туни ҫинчен пӗтӗм тавралӑха, пӗтӗм Иудейӑна хыпар сарӑлнӑ.
18 Ҫавӑн ҫинчен йӑлтах Иоана хӑйӗн вӗренекенӗсем каласа кӑтартнӑ. 19 Вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те Ҫӳлхуҫа патне: «Килмелли эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» — тесе ыйтма янӑ. 20 Вӗсем Иисус патне пырсан каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пире сан патна ҫапла ыйтма ячӗ: „Килмелли эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?“» 21 Шӑп ҫав вӑхӑтра Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑррисене те нумайӑшне куракан тунӑ. 22 Иоанӑн вӗренекенӗсене вара Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн илтнине тата мӗн курнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем кураҫҫӗ, уксаххисем утса ҫӳреҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. 23 Кам мана пула ӗненме пӑрахмасть*, ҫавӑ телейлӗ».
24 Иоанӑн вӗренекенӗсем кайсассӑн, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен калама пуҫланӑ: «Эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 25 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Анчах чаплӑ тумтир тӑхӑнакан, пуян пурӑнакан ҫынсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ. 26 Апла мӗн курма кайрӑр-ха эсир? Пророка-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 27 Шӑп ун ҫинчен „Акӑ эпӗ сан умӑнтан хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“ тесе ҫырнӑ пулнӑ. 28 Калатӑп сире: ҫӗр ҫинче пурӑннисенчен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче кӗҫӗнни — унран аслӑ». 29 (Ҫакна илтсен пӗтӗм халӑх, налог пуҫтаракансем те, Иоанн патӗнче шыва кӗнӗскерсем, Турӑ пирки вӑл тӳрӗ тенӗ. 30 Фарисейсемпе закона питӗ лайӑх пӗлекенсем вара ун патӗнче шыва кӗменнипе Туррӑн ирӗкне* пӑхӑнман.)
31 Иисус малалла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем? 32 Вӗсем пасарта пӗр-пӗрне ҫапла каласа ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сире валли флейта каларӑмӑр, эсир вара ташламарӑр. Эпир уласа макӑртӑмӑр, эсир вара йӗмерӗр“. 33 Акӑ Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те — ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест, эсир вара: „Ун ӑшӗнче демон“, — тетӗр. 34 Этем Ывӑлӗ килчӗ те — ҫиет те, ӗҫет те. Эсир вара ун ҫинчен ҫапла калатӑр: „Ку ҫын тӑрана пӗлмест, эрех ӗҫме юратать, налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“. 35 Анчах ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ* унӑн ӗҫӗсенчен курӑнса тӑрать».
36 Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Вара Иисус ун патне пынӑ та сӗтел хушшине апат ҫиме ларнӑ*. 37 Ҫав хулара пӗр хӗрарӑм пурӑннӑ, пурте ӑна ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пек пӗлнӗ. Вӑл, Иисус фарисей килӗнче апат ҫинине пӗлсен, унта алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу илсе пынӑ. 38 Вӑл Иисус патне хыҫалтан пырса ун ури патӗнче чӗркуҫленсе ларнӑ та макӑра-макӑра, унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, унӑн урисене чуптунӑ тата вӗсем ҫине ҫу юхтарнӑ. 39 Ҫакна курсан, Иисуса чӗннӗ фарисей хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «Ку ҫын чӑнах та пророк пулнӑ пулсан, хӑйне мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлнӗ пулӗччӗ, ҫак хӗрарӑм ҫылӑхлӑ вӗт». 40 Вара Иисус ӑна каланӑ:
— Си́мон, эпӗ сана пӗр япала каласшӑн.
— Кала, Вӗрентекен, — тенӗ лешӗ.
41 — Икӗ ҫын кивҫен паракана парӑмлӑ пулнӑ. Пӗрин парӑмӗ — 500 дина́ри*, теприн 50 дина́ри пулнӑ. 42 Анчах тӳлемешкӗн вӗсен нимӗн те пулманран, кивҫен панӑ ҫын вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ*. Сан шутпа, вӗсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ?
43 — Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ пулӗ тетӗп, — хуравланӑ Си́мон.
— Тӗрӗс шутлатӑн, — тенӗ Иисус. 44 Унтан вӑл хӗрарӑм енне ҫаврӑнса Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма куратӑн-и? Эпӗ санӑн ҫуртна кӗтӗм, анчах эсӗ мана ура ҫума шыв та памарӑн, ку хӗрарӑм вара ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ. 45 Эсӗ мана саламласа чуптумарӑн, вӑл вара эпӗ килнӗренпех ман урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать. 46 Эсӗ манӑн пуҫ ҫине те ҫу юхтармарӑн, вӑл вара ман урасем ҫине ырӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарчӗ. 47 Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл хытӑ юратнӑран унӑн ҫылӑхӗсем, вӗсем нумай* пулин те, каҫарӑнаҫҫӗ. Камӑн сахал ҫылӑх каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать». 48 Унтан вӑл хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ». 49 Иисуспа пӗрле сӗтел хушшинче пулнисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫма пуҫланӑ: «Ку ҫын кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене те каҫарать!» 50 Иисус вара хӗрарӑма: «Ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, лӑпланса каях ӗнтӗ», — тенӗ.
8 Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен, Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме кайнӑ. Унпа пӗрле 12 апостолӗ 2 тата усал сывлӑшсенчен хӑтарнӑ, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Ҫав хӗрарӑмсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ демон тухнӑ Магдали́на текен Мария, 3 И́род кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хузӑн арӑмӗ Иоа́нна, Суса́нна тата ытти нумай хӗрарӑм та пулнӑ. Вӗсем Иисусшӑн тата апостолсемшӗн тӑрӑшнӑ, хӑйсен мӗн пуррипе вӗсене пулӑшса тӑнӑ.
4 Иисус патне нумай халӑх пуҫтарӑннӑ, вӗсем хушшинче унпа пӗрле хуларан хулана ҫӳрекен ҫынсем те пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл вӗсене тӗслӗх каласа панӑ: 5 «Акаҫӑ вӑрлӑх акма тухнӑ. Акнӑ чухне хӑш-пӗр тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те, вӗсене таптаса пӗтернӗ тата вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ. 6 Хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре* ӳкнӗ, нӳрӗк ҫуккипе вӗсем шӑтса тухсанах типсе ларнӑ. 7 Теприсем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнӗ. Йӗплӗ ӳсентӑрансем вӗсемпе пӗрле ӳссе кайнӑ та калчасене пусса илнӗ. 8 Тата теприсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссе ҫитӗнсен акнинчен 100 хут ытларах ҫимӗҫ панӑ». Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хытӑ сасӑпа каланӑ: «Итлеме хӑлха пурри итлетӗр!»
9 Вӗренекенӗсем вара унран ҫак тӗслӗх мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтнӑ. 10 Вӑл каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланма панӑ, ыттисемшӗн вара ҫаксем — тӗслӗхсем кӑна. Ҫапла вара вӗсем пӑхма пӑхаҫҫӗ, анчах курмаҫҫӗ, илтме илтеҫҫӗ, анчах пӗлтерӗшне ӑнланмаҫҫӗ. 11 Ҫак тӗслӗхӗн пӗлтерӗшӗ акӑ мӗнле: вӑрлӑх вӑл — Турӑ сӑмахӗ. 12 Тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкни вара ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтеҫҫӗ, анчах вӗсем ан ӗненччӗр тата ан ҫӑлӑнччӑр тесе Шуйттан* килет те ӑна вӗсен чӗринчен илсе каять. 13 Тырӑ пӗрчисем чуллӑ ҫӗре ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтсе ӑна хаваспах йышӑнаҫҫӗ, анчах вӑл тымар яманнипе, вӗсем пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, тӗрӗслев вӑхӑчӗ пуҫлансан вара ӗненме пӑрахаҫҫӗ. 14 Пӗрчӗсем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтеҫҫӗ, анчах ҫак тӗнчери пӑшӑрханусем, пуянлӑх, киленсе пурӑнни вӗсене чӑнлӑхран пӑрса яраҫҫӗ, сӑмаха пӗтӗмпех пусса илеҫҫӗ, вара вӗсем ҫимӗҫ памаҫҫӗ. 15 Пӗрчӗсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара ҫакна пӗлтерет: ырӑ та таса чӗреллисем сӑмаха илтсен ӑна хӑйсен ӑшӗнче упраҫҫӗ тата чӑтӑмлӑ пулса ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ.
16 Ҫутаткӑҫа ҫутсан ӑна никам та савӑтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть. Пӳрте кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑна лартаҫҫӗ. 17 Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та уҫӑлмасӑр юлмасть, пытарса хӑварни те паллӑ пулмасӑр, ҫиеле тухмасӑр юлмасть. 18 Эппин, хӑвӑр мӗнле итленине асӑрхасах тӑрӑр, мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна тата ытларах парӗҫ, камӑн ҫук, унӑнне хӑйне пур пек туйӑнаканнине те туртса илӗҫ».
19 Иисус патне унӑн амӑшӗпе шӑллӗсем пынӑ, анчах ҫын нумай пулнӑран вӗсем унӑн ҫывӑхне пырайман. 20 Вара ҫынсем ӑна каланӑ: «Тулта санӑн аннӳпе шӑллусем тӑраҫҫӗ. Вӗсем сана курасшӑн». 21 Вӑл вӗсене: «Камсем Туррӑн сӑмахне итлесе ӑна тытса тӑраҫҫӗ, ҫавсем манӑн анне, манӑн пичче-шӑллӑмсем», — тенӗ.
22 Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле кимӗ ҫине ларнӑ та вӗсене каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар». Вара вӗсем ишсе кайнӑ. 23 Ишсе пынӑ чухне Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Сасартӑк кӳлӗ ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Кимме шыв тула пуҫланӑран вӗсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. 24 Вара вӗсем ӑна вӑратса каланӑ: «Вӗрентекен, Вӗрентекен, пӗтетпӗр!» Вӑл тӑнӑ та ҫиле тата алхасакан шыва чарӑнма хушнӑ. Вара ҫил-тӑвӑл чарӑннӑ, ҫанталӑк лӑпланнӑ. 25 Унтан вӑл вӗсене: «Сирӗн ӗненӳ ӑҫта?» — тенӗ. Анчах вӗсем, хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑскерсем, пӗр-пӗрне каланӑ: «Кам-ши ку? Вӑл ҫиле тата шыва лӑпланма хушать те, вӗсем ӑна пӑхӑнаҫҫӗ!»
26 Вӗсем Галилейӑна хирӗҫ вырнаҫнӑ Гера́са ҫӗрне ишсе ҫитнӗ. 27 Иисус ҫыран хӗррине тухсан, ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ. Ҫав ҫынна демонсем ярса илнӗ пулнӑ. Вӑл нумай вӑхӑт хушши тумтирсӗр ҫӳренӗ, пурӑнасса вара пӳртре мар, масар* ҫинче пурӑннӑ. 28 Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа каланӑ: «Иисус, Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ, сана манран мӗн кирлӗ? Тархаслатӑп сана, ан асаплантар мана!» 29 (Вӑл ҫакна Иисус усал сывлӑшсене ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑран каланӑ. Усал сывлӑшсем ӑна нумай хутчен ярса илнӗ пулнӑ. Ҫынсем унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе ӑна хуралланӑ пулин те, вӑл сӑнчӑрсене тата-тата пӑрахнӑ, вара демонсем ӑна ҫын пурӑнман вырӑнсене хӑвала-хӑвала кайнӑ.) 30 Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Легион*», — тенӗ, мӗншӗн тесен ун ӑшне нумай демон кӗнӗ пулнӑ. 31 Демонсем Иисуса пире тӗпсӗр вырӑна ан яр тесе йӑлӑнма пуҫланӑ. 32 Ҫавӑнтах, ту ҫинче, сыснасен пӗр пысӑк кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. Демонсем Иисуса ҫав сыснасем ӑшне кӗме ирӗк парсам тесе йӑлӑннӑ. Вӑл вӗсене ирӗк панӑ. 33 Демонсем ҫав ҫын ӑшӗнчен тухса сыснасем ӑшне кӗнӗ, вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫыранран кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ. 34 Сысна кӗтӗвне пӑхакансем мӗн пулса иртнине курсан чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара тата хула таврашӗнче каласа панӑ.
35 Мӗн пулса иртнине курма тухнӑ ҫынсем Иисус патне пынӑ. Ӑшӗнчен демонсем тухнӑ ҫын, тумланнӑскер, чипер ӑс-тӑнпах Иисус ури патӗнче ларнине курсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 36 Мӗн пулса иртнине курнӑ ҫынсем вӗсене демонсем ярса илнӗ ҫын мӗнле сывалнине каласа панӑ. 37 Вара Гера́са ҫӗрӗнче пурӑнакансем нумайӑшӗ, питех те хӑраса ӳкнӗрен, Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма ыйтнӑ. Иисус унтан ишсе каймашкӑн кимӗ ҫине ларнӑ. 38 Ӑшӗнчен демонсем тухнӑ ҫын вара Иисуса тархасласа хӑйне пӗрле илме ыйтнӑ, анчах Иисус ӑна илмен. Вӑл ӑна каланӑ: 39 «Килне таврӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен хулара пурне те каласа пама пуҫланӑ.
40 Иисус Галилейӑна таврӑнсан, халӑх ӑна хаваспах йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте вӑл килессе кӗтнӗ. 41 Ҫавӑнта Иаи́р ятлӑ ҫын пынӑ. Вӑл синагога пуҫлӑхӗ пулнӑ. Иисус ури умне ӳксе вӑл ӑна хӑйӗн килне пыма йӑлӑннӑ, 42 мӗншӗн тесен унӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ, 12 ҫулсенче пулнӑскер, вилес патнех ҫитнӗ.
Иисус утнӑ чухне халӑх ӑна хӗссе пынӑ. 43 Ҫавӑнта пӗр хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл 12 ҫул юн кайнипе асапланнӑ, ӑна никам та сыватайман. 44 Вӑл хыҫалтан пырса Иисусӑн ҫиелти тумтирӗн аркин ҫӳҫине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫав самантрах юн кайма чарӑннӑ. 45 Иисус вара: «Кам мана сӗртӗнчӗ?» — тесе ыйтнӑ. Пурте туна пуҫласан, Пётр каланӑ: «Вӗрентекен, сана пур енчен те халӑх хӗссе пырать». 46 Анчах Иисус каланӑ: «Мана такам сӗртӗнчӗ. Эпӗ хамран хӑват тухнине сисрӗм». 47 Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан, чӗтресе Иисус патне пынӑ та, ун умне ӳксе, мӗншӗн ӑна сӗртӗнни ҫинчен тата сӗртӗнсенех мӗнле сывални ҫинчен пӗтӗм халӑх умӗнче каласа панӑ. 48 Вӑл вара ӑна: «Хӗрӗм, ху ӗненни сыватрӗ сана. Лӑпланса каях ӗнтӗ», — тенӗ.
49 Иисус калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗр ҫын килнӗ те каланӑ: «Санӑн хӗрӳ вилсе кайрӗ. Вӗрентекене урӑх ан чӑрмантар ӗнтӗ». 50 Ҫакна илтсен Иисус Иаира каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, вара вӑл пурӑнӗ*». 51 Иаи́рӑн килне пырсан, Иисус унта Пётрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрачан ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никама та кӗме хушман. 52 Ҫынсем пурте макӑрнӑ, хуйхӑрнипе хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапнӑ. Иисус вӗсене: «Ан макӑрӑр, вӑл вилмен, вӑл ҫывӑрать», — тенӗ. 53 Хӗрача вилнине пӗлнӗрен вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. 54 Иисус вара хӗрачана аллинчен тытнӑ та: «Хӗрӗм, тӑр!» — тенӗ. 55 Вӑл чӗрӗлнӗ те* ҫав самантрах тӑнӑ. Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. 56 Унӑн ашшӗпе амӑшӗ калама ҫук хытӑ савӑннӑ, анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.
9 Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене демонсене хӑваласа кӑларма, чирсенчен сыватма власть тата хӑват панӑ. 2 Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара каласа ҫӳреме тата чирлисене сыватма ярса 3 ҫапла каланӑ: «Ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр: туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, укҫа та*, улӑштармалли тумтир те* ан илӗр. 4 Кирек хӑш киле кӗрсен те ҫав вырӑнтан кайиччен унтах юлӑр. 5 Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫинчи тусана силлесе хӑварӑр. Ҫапла эсир вӗсене асӑрхаттарнине кӑтартатӑр». 6 Вӗренекенӗсем кайнӑ та ялсем тӑрӑх ҫӳресе пур ҫӗрте те ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата чирлисене сыватнӑ.
7 Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Галиле́я ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ* И́род* та илтнӗ. Вара вӑл ним шутлама пӗлмесӗр аптрасах кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн», — тенӗ. 8 Хӑшӗсем: «Ку Илия́», — тенӗ. Теприсем вара: «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», — тенӗ. 9 И́род каланӑ: «Иоанӑн пуҫне эпӗ хам кастартӑм. Апла кам-ши ку? Ун ҫинчен тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ». Вӑл Иисуса питӗ курасшӑн пулнӑ.
10 Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа панӑ. Вӑл вара хӑйпе пӗрле вӗсене кӑна илсе Вифсаи́да ятлӑ хулана кайнӑ. 11 Анчах та халӑх ҫавна пӗлсен ун хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус вӗсене хаваспах йышӑннӑ, вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, чирлисене сыватнӑ. 12 Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара 12 вӗренекенӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем таврари ялсене кайса ҫӗр выртма вырӑн тупчӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен ҫак вырӑн — ҫын пурӑнман вырӑн». — 13 «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», — тенӗ Иисус. Вӗсем вара каланӑ: «Пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук. Апла, пирӗн ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ кайса туянмалла-и?» 14 Унта 5 000-е яхӑн арҫын пулнӑ. Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫынсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн 50-шарӑн лартса тухӑр». 15 Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан, 16 вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илнӗ те тӳпенелле пӑхса кӗлтунӑ*. Унтан вӗсене халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ. 17 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене 12 карҫинкка пуҫтарнӑ.
18 Пӗррехинче Иисус пӗччен кӗлтунӑ чухне ун патне вӗренекенӗсем пынӑ, вара вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ кам пулни пирки ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?» 19 Вӗренекенӗсем ҫапла хуравланӑ: «Пӗрисем — эсӗ Шыва кӗртекен Иоанн, теприсем Илия́ теҫҫӗ, тата теприсем авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ». 20 Вара вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр ман пирки мӗн шутлатӑр?» Пётр хуравланӑ: «Эсӗ — Турӑ янӑ Христос». 21 Анчах вӑл вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман. 22 Тата вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла. Старейшинӑсем, аслӑ священниксем тата закон вӗрентӳҫисем ӑна йышӑнмӗҫ, ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне вара вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».
23 Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма* пӑрахтӑр та кунран-кун хӑйӗн асап юпине* йӑтса ман хыҫҫӑн пытӑр. 24 Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварасшӑн, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам хӑйӗн пурнӑҫне маншӑн ҫухатать, ҫавӑ ӑна ҫӑлса хӑварӗ. 25 Чӑнах та, ҫын пӗтӗм тӗнчене туянсан, анчах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатсан е хӑйне сиен кӳрсен, ӑна мӗн усси пулӗ? 26 Кам манран тата манӑн сӑмахсенчен вӑтанать, ҫав ҫынран Этем Ывӑлӗ те хӑйӗн мухтавӗпе, Ашшӗн тата сӑваплӑ ангелсен мухтавӗпе килнӗ чухне вӑтанӗ. 27 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ».
28 Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кун иртсен, вӑл хӑйпе пӗрле Пётра, Иоана тата Иакова илсе ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 29 Вӑл кӗлтунӑ чухне унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, унӑн тумтирӗ шап-шурӑ пулса тӑрса ялтӑртатма пуҫланӑ. 30 Акӑ унпа икӗ ҫын калаҫма тытӑннӑ: пӗри — Моисей, тепри Илия́ пулнӑ. 31 Мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем вӑл мӗнле каясси ҫинчен, ҫакӑ Иерусалимра мӗнле пурнӑҫланасси ҫинчен калаҫнӑ. 32 Пётрпа тепӗр икӗ вӗренекенӗ ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ. Вӑрансан вӗсем Иисусӑн мухтавлӑхне тата унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33 Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайнӑ чухне Пётр хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, кунта пире питӗ лайӑх! Айта эпир виҫӗ хӳшӗ туса лартатпӑр: пӗри сан валли, тепри Моисей валли, тата тепри Илия́ валли». 34 Вӑл ҫавна каланӑ чухне пӗлӗт курӑнса кайнӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем хӑраса ӳкнӗ. 35 Унтан пӗлӗтрен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ку манӑн Ывӑлӑм, эпӗ ӑна суйласа илнӗ. Итлӗр ӑна». 36 Ҫав сасӑ илтӗннӗ хыҫҫӑн вӗсем Иисус пӗччен тӑрса юлнине курнӑ. Вӗсем ҫакӑн пирки шарламан тата мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каласа паман.
37 Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса темӗн чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38 Халӑх хушшинчен пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Вӗрентекен, тархаслатӑп сана, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл ман пӗртен-пӗр ача! 39 Усал сывлӑш ӑна ярса илет те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрма пуҫлать, ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать. Ачана суранлатса пӗтермесӗр сывлӑш ӑна ниепле те хӑварасшӑн мар. 40 Усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ санӑн вӗренекенӳсене ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 41 Вара Иисус каланӑ: «Ӗненмен тата пӑсӑлнӑ ӑру! Хӑҫанччен манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен сире тӳсмелле-ши? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта». 42 Ача ун патне утса пынӑ чухнех демон ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах Иисус усал сывлӑша ун ӑшӗнчен тухма хушса ачана сыватнӑ, вара ӑна ашшӗне панӑ. 43 Пурте Туррӑн хӑватлӑ вӑйӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 44 «Эпӗ мӗн каланине тимлӗ итлӗр, астуса юлӑр: Этем Ывӑлне сутӗҫ те ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45 Анчах вӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман. Ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшне вӗсенчен пытарнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем нимӗн те ӑнланман, хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ.
46 Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче кам аслӑраххи пирки тавлашма пуҫланӑ. 47 Иисус, вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлсе, пӗр ачана хӑйӗнпе юнашар тӑратнӑ та 48 вӗсене каланӑ: «Кам ҫак ачана ман ятшӑн йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. Мана йышӑнаканни вара мана яракана та йышӑнать. Эппин, кам сирӗн хушшӑрта хӑйне кӗҫӗнни пек тытать, ҫавӑ асли пулать».
49 Иоанн ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир сан ятупа демонсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чарма хӑтлантӑмӑр». 50 Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Ан чарӑр ӑна, мӗншӗн тесен кам сире хирӗҫ мар, ҫавӑ сирӗн майлӑ».
51 Турӑ Иисуса тӳпене илсе каяс вӑхӑт ҫывхарса пынӑ, ҫавӑнпа Иисус Иерусалима кайма ҫирӗп шут тытнӑ. 52 Вӑл хӑй умӗнчен хӑш-пӗр вӗренекенӗсене янӑ. Лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре веҫех хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ. 53 Анчах та унта Иисуса йышӑнман, мӗншӗн тесен вӑл Иерусалима кайма ҫул тытнӑ пулнӑ. 54 Ҫавна курсан унӑн вӗренекенӗсем, Иаковпа Иоанн, ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, кӑмӑлу пулсан, эпир тӳперен вут-ҫулӑм антӑр та вӗсене пӗтертӗр тесе калӑпӑр». 55 Анчах Иисус вӗсем еннелле ҫаврӑннӑ та вӗсене сивленӗ. 56 Унтан вӗсем урӑх яла кайнӑ.
57 Вӗсем ҫулпа пынӑ чухне Иисуса пӗр ҫын каланӑ: «Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп». 58 Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Тилӗсен те шӑтӑкӗ пур, кайӑксен те йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара хӑйӗн килӗ те ҫук*». 59 Унтан вӑл тепӗр ҫынна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. Лешӗ каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, малтан мана аттене кайса пытарма ирӗк парсам». 60 Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Вилнисене вилнисемех пытарччӑр, эсӗ вара кай та пур ҫӗрте те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре». 61 Тата тепри ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсам». 62 Иисус ӑна: «Аллине сухапуҫ тытсан каялла ҫаврӑнса пӑхакан ҫын Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ мар», — тенӗ.
10 Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа тата тепӗр 70 вӗренекен суйласа илнӗ те вӗсене хӑй умӗнчен икшерӗн-икшерӗн хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ. 2 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал. Ҫавӑнпа та вырма ани Хуҫине вӑл хӑйӗн ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ тесе йӑлӑнӑр. 3 Эппин, кайӑр, анчах асӑрхануллӑ пулӑр: эпӗ сире путексене кашкӑрсем хушшине янӑ пек яратӑп. 4 Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, сандали те ан илӗр, ҫул ҫинче никама та ан саламлӑр*. 5 Пӳрте кӗрсен малтан: „Ҫак киле мир* пултӑр“, — тесе калӑр. 6 Унта мире юратакан ҫын пулсан, эсир сунакан мир ӑна юлӗ, пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ. 7 Ҫав ҫуртрах юлӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр, мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.
8 Эсир мӗнле те пулин хулана пырсан, сире унта йышӑнчӗҫ пулсан, хӑвӑра мӗн сӗннине ҫийӗр, 9 чирлисене сыватӑр тата: „Сирӗн пата Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, — тейӗр. 10 Анчах та эсир хулана пырсан, сире унта йышӑнмарӗҫ пулсан, тӗп урамӗсене тухӑр та ҫапла калӑр: 11 „Акӑ хамӑр ура ҫумне ҫыпҫӑннӑ сирӗн хулари тусана та силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та пӗлсе тӑрӑр: Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“. 12 Калатӑп сире: ҫав кун Содома ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.
13 Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хорази́н! Хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаи́да! Сирӗн патра туса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене Тирпа Сидо́н хулисенче туса кӑтартнӑ пулсан, унта пурӑнакансем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларса тахҫанах ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 14 Ҫавӑнпа та суд тунӑ чухне Тирпа Сидо́н хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15 Эсӗ те, Капернау́м, тӳпе таранах ҫӗкленӗн-ши? Ҫук, эсӗ виле шӑтӑкнех* анса кайӑн!
16 Кам сире итлет, ҫавӑ мана та итлет. Кам сире сирсе ярать, ҫавӑ мана та сирсе ярать. Кам вара мана сирсе ярать, ҫавӑ мана яракана та сирсе ярать».
17 Ҫавӑн хыҫҫӑн 70 вӗренекенӗ савӑнса таврӑннӑ та каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, сан ятна асӑнсанах пире демонсем те пӑхӑнаҫҫӗ». 18 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ тӳперен Шуйттан ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм. 19 Эпӗ сире ҫӗленсемпе скорпионсене таптама власть патӑм, тӑшманӑн вӑйне ҫӗнтерме хӑват та патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ. 20 Анчах та эсир хӑвӑра усал сывлӑшсем пӑхӑннишӗн мар, хӑвӑр ятсене тӳпере ҫырса хунишӗн савӑнӑр». 21 Ҫав самантрах Иисус святой сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланнӑ та каланӑ: «Атте, ҫӗрпе тӳпе Хуҫи, эпӗ сана пурин умӗнче те мухтатӑп, мӗншӗн тесен эсӗ ҫаксене ӑслисенчен, вӗреннӗ ҫынсенчен пытарса пӗчӗк ачасене уҫса патӑн. Чӑнах, Атте, санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ. 22 Манӑн Атте веҫех мана панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлӗ ҫинчен никам та пӗлмест. Ашшӗ ҫинчен те Ывӑлӗсӗр пуҫне тата Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха Ывӑлӗ камсене уҫса парас тет, ҫавсемсӗр пуҫне никам та пӗлмест».
23 Унтан Иисус, вӗренекенӗсемпе кӑна юлсан, вӗсене каланӑ: «Эсир мӗн курнине куракансем телейлӗ. 24 Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑн пулнӑ, анчах курайман, эсир илтнине илтесшӗн пулнӑ, анчах илтеймен».
25 Закона лайӑх пӗлекен пӗр ҫын тӑнӑ та Иисуса тӗрӗслес тесе унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен манӑн мӗн тумалла?» 26 Иисус вара унран: «Законра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ҫакна мӗнле ӑнланатӑн?» — тесе ыйтнӑ. 27 Вӑл ӑна ҫапла хуравланӑ: «„Хӑвӑн Иегова* Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“ тата „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“». 28 Иисус ӑна: «Тӗрӗс каларӑн. Ҫапла туса тӑр, вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗн», — тенӗ.
29 Анчах та ҫак ҫын хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартас тесе Иисусран ыйтнӑ: «Манӑн ҫывӑх ҫын кам?» 30 Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ та мӗн пуррине веҫех туртса илсе хӗнесе пӗтернӗ, вара вилес патнех ҫитнӗскере пӑрахса хӑварнӑ. 31 Ҫав ҫулпах пӗр священник пынӑ, анчах ҫав ҫынна курсан, вӑл ҫулӑн тепӗр енӗпе иртсе кайнӑ. 32 Ҫавӑн пекех левит та — ҫав вырӑна ҫитсе ӑна курсан, ҫулӑн тепӗр енӗпе иртсе кайнӑ. 33 Анчах та пӗр Сама́ри ҫынни, ҫав ҫулпа пынӑскер, ҫав ҫынна курсан, ӑна питӗ шелленӗ. 34 Вӑл ун патне пынӑ та унӑн суранӗсене хӗрлӗ эрехпе ҫуса ярса, ҫупа сӗрсе ҫыхнӑ. Унтан вӑл ӑна хӑйӗн ашакӗ ҫине лартса хӑна ҫуртне илсе пынӑ, унта та уншӑн тӑрӑшнӑ. 35 Тепӗр кунне вӑл хӑна ҫурчӗн хуҫине икӗ дина́ри* панӑ та каланӑ: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑхсам. Ку укҫаран ытларах пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне тӳлесе татӑп сана“. 36 Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫак виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗскершӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑнӑ?» 37 Вӑл каланӑ: «Кам ӑна хӗрхенсе пулӑшнӑ, ҫавӑ». Вара Иисус ӑна: «Кай та эсӗ те ҫапла ту», — тенӗ.
38 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле малалла кайнӑ та пӗр яла кӗнӗ. Унта Марфа ятлӑ хӗрарӑм ӑна хӑйӗн килне хӑнана чӗннӗ. 39 Ҫав хӗрарӑмӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Ҫӳлхуҫа ури патне пырса ларнӑ та ӑна итлеме пуҫланӑ. 40 Марфа вара хӑналас тесе хыпкаланса ҫӳренӗ. Вӑл Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни саншӑн нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна». 41 Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Марфа, Марфа, эсӗ нумай япалашӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн. 42 Пире нумай кирлӗ мар, пӗрре пулни те ҫителӗклӗ. Мария вара лайӑхраххине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».
11 Пӗррехинче Иисус кӗлтунӑ. Вӑл кӗлтуса пӗтерсен, пӗр вӗренекенӗ унран: «Ҫӳлхуҫа, Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрент-ха», — тесе ыйтнӑ.
2 Вӑл каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне ҫапла калӑр: „Атте, санӑн яту сӑваплӑ пултӑр*. Санӑн Патшалӑху килтӗр. 3 Пире кашни кун пурӑнмалӑх ҫӑкӑр парсам.* 4 Пирӗн ҫылӑхсене каҫар, мӗншӗн тесен эпир те хамӑра парӑмлисене пурне те каҫаратпӑр. Илӗртӳ хыҫҫӑн кайма ан пар пире“».
5 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Калӑпӑр, эсир ҫур ҫӗр тӗлӗнче хӑвӑр тусу патне каятӑр та ӑна калатӑр: „Тусӑм, мана виҫӗ ҫӑкӑр пар-ха. 6 Ман пата аякран тус килчӗ, манӑн ӑна хӑналама нимӗн те ҫук“. 7 Лешӗ вара килӗнчен тухмасӑрах ҫапла калать: „Ан чӑрмантар мана. Алӑка та питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче. Эпӗ тӑрса сана нимӗн те параймастӑп“. 8 Калатӑп сире: вӑл, унӑн тусӗ пулнӑ ҫӗртенех, тӑрса ӑна нимӗн те памасан та, лешӗ ҫине тӑрсах ыйтнӑран вӑл тӑрӗ те ӑна мӗн кирлине пурне те парӗ. 9 Ҫавӑнпа калатӑп сире: ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупатӑр, шаккӑр — вара уҫӗҫ, 10 мӗншӗн тесен ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ. 11 Хӑш ашшӗ, ывӑлӗ пулӑ ыйтсан, ӑна пулӑ вырӑнне ҫӗлен парӗ? 12 Е ҫӑмарта ыйтсан, ӑна скорпион парӗ? 13 Енчен те эсир, хӑвӑр ҫылӑхлӑ пулин те, ачӑрсене лайӑх парнесем пама пӗлетӗр пулсан, ҫӳлти Аҫӑр та хӑйӗнчен ыйтакансене святой сывлӑш паратех!»
14 Каярахпа Иисус ҫын ӑшӗнчен чӗлхесӗр тӑвакан демона хӑваласа кӑларнӑ. Демон тухсан, чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ, вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ. 15 Анчах хӑш-пӗрисем каланӑ: «Демонсене вӑл Веельзеву́лӑн*, демонсен пуҫлӑхӗн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 16 Теприсем вара ӑна тӗрӗслес тесе тӳперен паллӑ кӑтартма ыйтнӑ. 17 Вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан арканӗ. Кил те хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан тытӑнса тӑраймӗ. 18 Ҫавнашкалах Шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайӗ? Эсир ман пирки демонсене Веельзеву́лӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тетӗр вӗт. 19 Эпӗ демонсене Веельзеву́лӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн вӗренекенсем вӗсене кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Акӑ мӗншӗн вӗсемех сире суд тӑвӗҫ. 20 Енчен те эпӗ демонсене Туррӑн хӑвачӗпе* хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, сирӗн пата Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать, эсир вара ҫавна ӑнланмарӑр та. 21 Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпе сӑнӑпа хуралланӑ чухне унӑн пурлӑхӗ шанчӑклӑ упранса тӑрать. 22 Анчах та ун ҫине унран та вӑйлӑраххи тапӑнса ӑна ҫӗнтерчӗ пулсан, тапӑнаканни ҫав ҫын шанса тӑнӑ хӗҫӗпе сӑннине туртса илӗ, туртса илнӗ пурлӑхне ыттисене пайласа парӗ. 23 Кам ман майлӑ мар, ҫавӑ мана хирӗҫ. Кам манпа пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет.
24 Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, шывсӑр вырӑнсенче ҫӳресе канмалли вырӑн шырать, анчах тупаймасть. Вара вӑл ҫапла калать: „Хам тухнӑ килех таврӑнам“. 25 Таврӑнсассӑн, килне шӑлса тасатнине, илемлетнине курать. 26 Унтан вӑл каять те хӑйӗнчен усалрах ҫичӗ усал сывлӑша ертсе килет. Вӗсем унта кӗреҫҫӗ те пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать».
27 Иисус ҫакна каласа тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм халӑх хушшинчен: «Сана ҫуратса кӑкӑр ӗмӗртнӗ хӗрарӑм телейлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 28 Анчах вӑл каланӑ: «Ҫук, камсем Турӑ сӑмахне илтеҫҫӗ тата ӑна пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ!»
29 Халӑх нумай пуҫтарӑнма пуҫласан, вӑл каланӑ: «Ҫак ӑру — усал ӑру. Вӑл хӑйне паллӑ кӑтартма ыйтать, анчах та Ио́на паллисӗр пуҫне ӑна урӑх нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ. 30 Ио́на Нине́ви ҫыннисемшӗн паллӑ пулса тӑнӑ пекех, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн паллӑ пулса тӑрӗ. 31 Суд кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша ҫак ӑрӑвӑн ҫыннисемпе пӗрле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ те вӗсене айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене илтес тесе инҫетрен килнӗ пулнӑ. Кунта вара Соломонран та аслӑраххи пур. 32 Суд кунӗнче Нине́ви ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ио́на каланӑ хыпара илтсен ӳкӗннӗ. Кунта вара Ионӑран та аслӑраххи пур. 33 Ҫутаткӑҫа ҫутсан ӑна курӑнмалла мар ҫӗре лартмаҫҫӗ е карҫинккапа* хупласа хумаҫҫӗ, пӳрте кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑна лартаҫҫӗ. 34 Куҫ — кӗлетке ҫутаткӑҫӗ. Санӑн куҫу пӗр япала ҫине ҫеҫ пӑхать пулсан*, пӗтӗм кӗлеткӳ те ҫутӑ пулӗ. Анчах та санӑн куҫу ӑмсанать пулсан*, пӗтӗм кӗлеткӳ те тӗттӗм пулӗ. 35 Ҫавӑнпа та асту, санӑн ӑшунти ҫутӑ тӗттӗмлӗх ан пултӑр. 36 Эппин, пӗтӗм кӗлеткӳ ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм вырӑн та пулмасан, вӑл ҫутаткӑҫ ҫути пекех ҫутӑ пулӗ».
37 Иисус ҫакна каласа пӗтерсен, пӗр фарисей ӑна хӑйӗн патне кӑнтӑрлахи апата чӗннӗ. Иисус ун килне пынӑ та сӗтел хушшине ларнӑ*. 38 Апат ҫиес умӗн вӑл аллине ҫуманнине* курсан, фарисей тӗлӗннӗ. 39 Анчах Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах сирӗн ӑшӑр ҫӑткӑнлӑхпа*, усаллӑхпа тулнӑ. 40 Ӑссӑрсем! Тулашне кам тунӑ, ӑшне те ҫавах туман-и вара? 41 Чухӑнсене пулӑшнӑ чухне* ҫакӑ шалтан, чӗререн тухтӑр, вара эсир пур тӗлӗшрен те таса пулатӑр. 42 Фарисейсем, хуйхӑ ҫитӗ сире, мӗншӗн тесен эсир мятӑран, руттӑран* тата пахчари тӗрлӗ курӑксенчен вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах тӗрӗслӗхе тата Турра юратмалла текен заповеде шута илместӗр! Сирӗн ӑна та тумаллаччӗ, кӑна та тумасӑр хӑвармалла марччӗ. 43 Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем, мӗншӗн тесен эсир синагогӑсенче малта* ларма тата пасарта хӑвӑра саламланине юрататӑр! 44 Хуйхӑ ҫитӗ сире, мӗншӗн тесен эсир нимпе те паллӑ туман вилтӑприсем пек*! Ҫынсем хӑйсем пӗлмесӗрех вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ».
45 Закона лайӑх пӗлекенсенчен пӗри ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, ҫакна каласа эсӗ пире те хурлатӑн». 46 Вӑл вара каланӑ: «Закона лайӑх пӗлекенсем, сире те хуйхӑ ҫитӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хуратӑр, хӑвӑр вара ӑна ҫӗклес тесе пӳрнӗре те хускатмастӑр!
47 Хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир мӑн аслаҫӑрсем вӗлернӗ пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 48 Эсир хӑвӑрӑн мӑн аслаҫӑрсем мӗн тунине пӗлетӗр, ҫапах вӗсен ӗҫӗсене ырлатӑр. Вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир вара ҫав пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 49 Ҫавӑнпа та Турӑ хӑйӗн ӑслӑлӑхне кӑтартса ҫапла каланӑ: „Вӗсем патне пророксене, апостолсене ярӑп. Хӑшӗсене вӗсем вӗлерӗҫ, хӑшӗсене хӗсӗрлӗҫ. 50 Ҫак ӑру тӗнчен никӗсне хывнӑранпах юхнӑ пур пророкӑн юнӗшӗн те явап тытӗ: 51 А́вель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе храм хушшинче вӗлернӗ Заха́рия юнӗ таранах“. Калатӑп сире: ҫак ӑру вӗсен юнӗшӗн наказани илӗ.
52 Закона лайӑх пӗлекенсем, хуйхӑ ҫитӗ сире, мӗншӗн тесен эсир пӗлӳ уҫҫине туртса илтӗр. Эсир хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрес текенсене те кӗртместӗр!»
53 Иисус унтан тухсан, закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем ӑна хытӑ хӗсме пуҫланӑ тата ыйту ҫине ыйту парса 54 айӑпламалли сӑмах калаттарасшӑн пулнӑ.
12 Ҫав хушӑра нумай халӑх, темиҫе пин ҫын, пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрин ури ҫине пуснӑ. Иисус вара хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса каланӑ: «Фарисейсен кӑвас чустинчен, вӗсен икӗпитлӗхӗнчен сыхланӑр. 2 Пытарса хӑварни те ҫиеле тухӗ, вӑрттӑнни те паллӑ пулӗ. 3 Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир тӗттӗмре каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ, эсир пӳлӗмре шӑппӑн каланине ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗҫ. 4 Калатӑп сире, тусӑмсем: кӗлеткене вӗлерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем сире унтан ытла нимӗн те тӑваймӗҫ. 5 Сирӗн акӑ камран хӑрамалла: вӗлерсен гееннӑна* пӑрахма пултараканран хӑрӑр. Калатӑп сире: унран хӑрӑр. 6 Пилӗк ҫерҫие* икӗ вак укҫапа* сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах та Турӑ вӗсенчен пӗрне те манмасть*. 7 Сирӗн пирки калас пулсан вара, вӑл сирӗн пуҫ ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулнине те пӗлет. Ан хӑрӑр, эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах.
8 Калатӑп сире: кам ҫынсем умӗнче хӑйӗн пирки манӑн вӗренекен пулни ҫинчен калать, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче ҫав ҫын пирки вӑл хӑйӗн вӗренекенӗ пулни ҫинчен калӗ. 9 Кам вара ҫынсем умӗнче манран тунать, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче унран тунӗ. 10 Кам Этем Ывӑлне хирӗҫ мӗн те пулин калать, ҫавна каҫарӗҫ. Анчах кам святой сывлӑша хурлать, ӑна каҫармӗҫ. 11 Сире халӑх умне* тата пуҫлӑхсемпе влаҫсем умне илсе пырса тӑратсан, хӑвӑра мӗнле хӳтӗлесси ҫинчен, мӗн каласси ҫинчен ан пӑшӑрханӑр. 12 Мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра* мӗн каламаллине сире святой сывлӑш вӗрентӗ».
13 Халӑх хушшинчен пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, манӑн пиччене аттерен юлнӑ пурлӑха манпа пайлама кала-ха». 14 Иисус ӑна каланӑ: «Итле-ха, сире суд тума е сирӗн хушшӑрта пурлӑха пайлама кам лартрӗ мана?» 15 Унтан вӑл халӑха каланӑ: «Асӑрханӑр, ҫӑткӑнлӑхран* сыхланӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ мӗн чухлӗ пулнинчен килмест». 16 Иисус вӗсене ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри аван пулнӑ. 17 Вӑл вара ҫапла шухӑшланӑ: „Мӗн тӑвас-ши манӑн? Тырра пуҫтарса хума вырӑн та ҫук“. 18 Вӑл ҫапла тума шут тытнӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп: кӗлетсене пӑсӑп та пысӑкраххисене туса лартӑп, мӗнпур тырра, мӗнпур пурлӑха ҫавӑнта пухса хурӑп та 19 калӑп хама: ‚Санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, нумай ҫула ҫитет. Кан, ҫи, ӗҫ, савӑн‘“. 20 Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Ӑссӑрскер, эсӗ кӗҫӗрех вилӗн. Хӑв пухса хуни кама юлӗ?“ 21 Турӑ куҫӗ умӗнче пуян пулас вырӑнне хӑй валли пурлӑх пухакан ҫынпа ҫапла пулӗ».
22 Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр пурнӑҫшӑн — мӗн ҫиес тесе е хӑвӑр кӗлеткешӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр. 23 Мӗншӗн тесен пурнӑҫ апатран, кӗлетке тумтиртен хаклӑрах. 24 Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, вӗсен кӗлечӗсем те ҫук, анчах Турӑ вӗсене тӑрантарать. Эсир вара вӗҫен кайӑксенчен чылай хаклӑрах мар-и? 25 Сирӗнтен кам хӑйӗншӗн пӑшӑрханса хӑйӗн пурнӑҫне пӗр сехете* те пулин тӑсма пултарӗ? 26 Эсир ҫавна та тӑваймастӑр пулсан, мӗншӗн-ха ыттишӗн пӑшӑрханатӑр? 27 Лилисем мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха. Вӗсем ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те, анчах та калатӑп сире: Соломон патша та, ҫав тери пуян пулнӑ пулин те, ҫак чечексенчен пӗрин пек те тумланайман. 28 Ӗненӳ ҫитсех кайманскерсем, паян пур та ыран кӑмакана пӑрахмалли хирти ӳсентӑрана Турӑ ҫавӑн пек тумлантарать пулсан, сире те тумлантармӗ-и вӑл? 29 Ҫавӑнпа пирӗн мӗн ҫиес, мӗн ӗҫес тесе ан кулянӑр, пӑшӑрханма та пӑрахӑр. 30 Ҫаксемшӗн пуриншӗн те ку тӗнчери ҫынсем тем пек тӑрӑшаҫҫӗ, анчах сирӗн Аҫӑр ҫаксем пурте сире кирлине пӗлсе тӑрать. 31 Яланах пуринчен малтан унӑн Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, вара ҫаксем пурте пулӗҫ сире.
32 Ан хӑра, пӗчӗк кӗтӳ, мӗншӗн тесен Аҫӑр сире Патшалӑх парасшӑн. 33 Хӑвӑр пурлӑха сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр*. Кивелми енчӗксем тӑвӑр, тӳпере нихӑҫан пӗтми пуянлӑх пухӑр. Унта ун патне вӑрӑ та ҫывхараймасть, ӑна кӗве те ҫиеймест. 34 Сирӗн пуянлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.
35 Хатӗр пулӑр*, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр. 36 Сирӗн хуҫа туйран таврӑнассине кӗтекен чурасем пек пулмалла. Вӑл пырса шаккасанах, вӗсем ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ. 37 Хуҫи пынӑ ҫӗре сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: вӑл тумтирне улӑштарӗ* те вӗсене сӗтел хушшине лартса пӑха пуҫлӗ. 38 Вӑл ҫӗр варринче* е тул ҫутӑличчен* пырсан та вӗсем хӑйне кӗтнине курать пулсан, вӗсем телейлӗ! 39 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: кил хуҫи вӑрӑ хӑш вӑхӑтра* килессине пӗлнӗ пулсан, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме паман пулӗччӗ. 40 Ҫавӑн пекех эсир те хатӗр пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра* килӗ».
41 Вара Пётр унран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ ҫак тӗслӗхе пире валли кӑна илсе патӑн-и е пурин валли те-и?» 42 Ҫӳлхуҫа каланӑ: «Хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ тарҫӑ* кам вӑл? Хуҫи ӑна ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӗсене вӑхӑтра ҫителӗклӗ апат парса тӑма лартӗ. 43 Хуҫи килсессӗн чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑнине курать пулсан, ҫав чура телейлӗ! 44 Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 45 Енчен те ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, — тесе арҫын тарҫӑсене те, хӗрарӑм тарҫӑсене те хӗнеме пуҫласан, ӗҫсе ҫиме, ӳсӗрӗлсе кайиччен ӗҫме тытӑнсан, 46 унӑн хуҫи вӑл кӗтмен-туман кун, вӑл пӗлмен сехетре килӗ те ӑна хаяррӑн наказани парса шанчӑклӑ маррисем патне пӑрахӗ. 47 Хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫӗртенех хатӗр тӑман, хуҫи хушнине туман* чурана нумай хӗнӗҫ. 48 Наказание тивӗҫлӗ ӗҫе пӗлмесӗрех тунӑ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумай ыйтӗҫ, кама нумай шанса панӑ, унран ытларах ыйтӗҫ.
49 Эпӗ ҫӗр ҫинче вут чӗртсе яма килтӗм. Вӑл ҫунма пуҫларӗ пулсан, мана тата мӗн кирлӗ пултӑр? 50 Манӑн асапсем витӗр тухмалла*, ҫавӑ вӗҫленессине кӗтсе эпӗ ҫав тери асапланатӑп! 51 Эпӗ ҫӗр ҫине мир кӳме килнӗ тесе шутлатӑр-и? Ҫук тетӗп сире, эпӗ уйӑрма килнӗ. 52 Ҫак вӑхӑтран пуҫласа пӗр килти пилӗк ҫын уйрӑлӗҫ: виҫҫӗшӗ — иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ. 53 Ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ, амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ, хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ».
54 Унтан Иисус халӑха ҫапла каланӑ: «Хӗвеланӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсан, эсир: „Ҫил-тӑвӑллӑ ҫумӑр пулать“, — тетӗр, вара ҫапла пулать те. 55 Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсен: „Шӑрӑх пулать“, — тетӗр, вара ҫапла пулать те. 56 Икӗпитлӗскерсем, ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑк мӗнле пулассине эсир ӑнланма пултаратӑр. Ҫак вӑхӑтра мӗн пулса иртнине вара мӗншӗн ӑнланма пултараймастӑр? 57 Мӗн тусан тӗрӗс, мӗн тусан тӗрӗс мар пулнине мӗншӗн-ха эсир хӑвӑрах ӑнланса илейместӗр? 58 Тӗслӗхрен, хӑвпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех тавлашӑва татса пама тӑрӑш. Унсӑрӑн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья сана хуралҫӑ аллине парӗ, лешӗ вара сана тӗрмене хупса лартӗ. 59 Калатӑп сана: юлашки вак укҫуна* парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
13 Ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ ҫынсем Иисуса Галиле́я ҫыннисем ҫинчен — Пила́т вӗсен юнне хӑйсем парне кӳме илсе пынӑ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен — каласа кӑтартнӑ. 2 Вара Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫав Галиле́я ҫыннисем ҫапла вилнӗ пулсан, вӗсем Галилейӑри ытти ҫынсенчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ тесе шутлатӑр-и? 3 Ҫук тетӗп сире! Анчах та ӳкӗнмесен, эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр. 4 Е тата Силоа́м башни ишӗлсе аннине пула вилнӗ 18 ҫын пирки мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ тесе шутлатӑр-и? 5 Ҫук тетӗп сире! Анчах та ӳкӗнмесен, эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр».
6 Унтан вӑл ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: «Пӗр ҫыннӑн виноград пахчинче инжир йывӑҫӗ пулнӑ. Пӗррехинче вӑл ҫак йывӑҫ ҫимӗҫ панипе паманнине пӑхма пынӑ, анчах нимӗн те тупайман. 7 Вара пахчаҫӑна каланӑ: „Эпӗ ку инжир йывӑҫӗн ҫимӗҫне пӑхма виҫҫӗмӗш ҫул килетӗп ӗнтӗ, анчах нимӗн те тупаймастӑп. Касса пӑрах ӑна. Мӗн вӑл ахалех ҫӗр йышӑнса ларать?“ 8 Лешӗ ӑна каланӑ: „Хуҫам, кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна. Эпӗ ун тавра кӑпкалатса тислӗк хурса пӑхам. 9 Вӑл ҫимӗҫ парсан, питӗ лайӑх, памасан вара — касса пӑрахӑн“».
10 Иисус шӑматкун синагогӑра вӗрентнӗ. 11 Унта усал сывлӑш ярса илнипе 18 ҫул чирлекен хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл кукӑрӑлса ларнӑ пулнӑ, тӳрӗ тӑма пултарайман. 12 Хӗрарӑма курсан Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн чирӳнтен хӑтӑлтӑн». 13 Иисус ун ҫине аллине хунӑ та, вӑл тӳрех тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ. 14 Синагога пуҫлӑхӗ вара, Иисус шӑматкун сыватнӑшӑн тарӑхса кайса, халӑха каланӑ: «Ӗҫсем тумашкӑн ултӑ кун пур, чиртен сывалма шӑматкун мар, ҫав кунсенче килӗр». 15 Анчах Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Икӗпитлӗскерсем, сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне салтса шӑматкун шӑварма илсе каймасть-им вара? 16 Ҫак хӗрарӑма, Авраа́мӑн хӗрне, Шуйттан 18 ҫул ҫыхса усранӑскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун ирӗке кӑлармалла марччӗ-и?» 17 Иисус ҫакна каласан, ӑна хирӗҫлекенсене пурне те намӑс пулса кайнӑ. Халӑх вара, вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курса, савӑннӑ.
18 Вӑл малалла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? Ӑна мӗнпе танлаштарам-ши? 19 Ӑна сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑррипе танлаштарма пулать. Пӗр ҫын ӑна хӑйӗн пахчине акнӑ. Вӑл шӑтса ӳснӗ те йывӑҫ пулса тӑнӑ, вара ун турачӗсем хушшинче кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ».
20 Вӑл татах каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарам-ши? 21 Ӑна кӑвас чустипе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм ӑна виҫӗ пысӑк виҫе* ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти хӑпарнӑ».
22 Иерусалималла кайнӑ май Иисус хуласемпе ялсенче ҫынсене вӗрентнӗ. 23 Пӗр ҫын унран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, чӑнах та сахалӑшӗ кӑна ҫӑлӑнӗ-и?» Вӑл вӗсене каланӑ: 24 «Тӑвӑр алӑкран кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗресшӗн пулӗҫ, анчах кӗреймӗҫ. 25 Кил хуҫи алӑкне питӗрсен, эсир тул енчен шаккаса: „Ҫӳлхуҫа, пире уҫса кӗртсем“, — тесе ыйтӑр. Анчах вӑл: „Эпӗ эсир камне пӗлместӗп“, — тейӗ. 26 Эсир вара ҫапла калӑр: „Эпир санпа ӗҫсе ҫиеттӗмӗр, эсӗ пирӗн хулан тӗп урамӗсенче вӗрентеттӗн“. 27 Анчах та вӑл сире калӗ: „Эпӗ эсир камне пӗлместӗп. Усал ӗҫ тӑвакансем, кайӑр ман патӑмран!“ 28 Эсир Авраа́м, Исаа́к, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта эсир уласа макӑрӑр тата шӑл шатӑртаттарӑр. 29 Ҫынсем хӗвелтухӑҫпа хӗвеланӑҫ енчен те, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енчен те килсе Турӑ Патшалӑхӗнче сӗтел хушшине ларӗҫ*. 30 Кайрисенчен хӑшӗ-пӗрисем малта пулӗҫ, малтисенчен хӑшӗ-пӗрисем кайра пулӗҫ».
31 Ҫав вӑхӑтра Иисус патне хӑш-пӗр фарисейсем пынӑ та каланӑ: «Эсӗ кунтан кай, мӗншӗн тесен И́род сана вӗлересшӗн». 32 Вӑл вӗсене каланӑ: «Кайса калӑр ҫав тилле: „Эпӗ паян та, ыран та демонсене хӑваласа кӑларӑп, чирлисене сыватӑп, виҫҫӗмӗш кунне вара хамӑн ӗҫе вӗҫлӗп“. 33 Ҫапах паян та, ыран та, тепӗр кунне те манӑн малалла та хамӑн ӗҫе тумалла, малалла каймалла, мӗншӗн тесен пророка Иерусалимра мар, урӑх ҫӗрте вӗлересси пулма пултараймасть. 34 Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! Чӑх хӑйӗн чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарасшӑн пултӑм! Анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр. 35 Ҫавӑнпа та Турӑ сирӗн ҫурта пӑрахса каять*. Калатӑп сире: хӑвӑр: „Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр!“ — тесе каличчен эсир мана кураймӑр».
14 Пӗррехинче шӑматкун Иисус фарисейсен пӗр пуҫлӑхӗн килне апат ҫиме пынӑ. Унта пулнисем пурте ӑна сӑнаса тӑнӑ. 2 Тата унта шыв чирӗпе чирлекен ҫын пулнӑ. 3 Иисус закона лайӑх пӗлекенсенчен тата фарисейсенчен ыйтнӑ: «Шӑматкун чиртен сыватма юрать-и е юрамасть-и?» 4 Лешӗсем чӗнмен. Вара Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ. 5 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗнтен камӑн та пулин ывӑлӗ е вӑкӑрӗ шӑматкун ҫӑла* кӗрсе ӳксен, эсир ӑна тӳрех туртса кӑлармӑр-и?» 6 Ҫакна хирӗҫ лешсем нимӗн те калайман.
7 Чӗннӗ хӑнасем хӑйсем валли чи чаплӑ вырӑнсем суйланине курсан, Иисус вӗсене каланӑ*: 8 «Сана туй ӗҫки-ҫикине чӗнсен, чи чаплӑ вырӑна ан лар. Чӗннӗ хӑнасем хушшинче, тен, санран та ятлӑ-сумлӑраххи пулӗ. 9 Вара хуҫа пырӗ те сана: „Ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, — тейӗ. Ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ. 10 Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна лар. Вара хуҫа сан пата пырӗ те калӗ: „Тусӑм, лайӑхрах вырӑна куҫса лар-ха“. Ун чухне сана ытти хӑнасем умӗнче чыс пулӗ. 11 Кам хӑйне асла хурать, ҫавӑ кӗҫӗне юлӗ. Кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ асла тухӗ».
12 Унтан хӑйне хӑнана чӗннӗ ҫынна Иисус каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апата тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене е пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана чӗнсе хӑналама пултараҫҫӗ. 13 Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ чухне чухӑннисене, чӑлаххисене, уксаххисене, суккӑррисене чӗн, 14 вара эсӗ телейлӗ пулӑн, мӗншӗн тесен вӗсем сана ҫавӑншӑн нимӗн те параймаҫҫӗ. Уншӑн сана тӳрӗ ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ чухне ырӑпа тавӑрса парӗҫ».
15 Ҫакна илтсен, хӑнасенчен пӗри ӑна каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ».
16 Иисус ӑна каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ* тӑвас тенӗ, вӑл нумай хӑна чӗннӗ. 17 Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл чӗннӗ хӑнисем патне хӑйӗн чурине: „Килӗр, пурте хатӗр ӗнтӗ“, — тесе калама янӑ. 18 Анчах вӗсем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, каяс мар тесе тӗрлӗ сӑлтав тупнӑ. Пӗри ӑна: „Эпӗ ҫӗр туянтӑм, манӑн ӑна кайса пӑхмалла. Каҫарсам ӗнтӗ мана“, — тенӗ. 19 Тепри ӑна: „Эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, манӑн вӗсене тӗрӗслесе пӑхмалла. Каҫарсам ӗнтӗ мана“, — тенӗ. 20 Тата тепри: „Эпӗ нумаях пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, — тенӗ. 21 Чури таврӑннӑ та ҫаксене пӗтӗмпех хӑйӗн хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи вара тарӑхса кайса хӑйӗн чурине хушнӑ: „Часрах хула урамӗсене, тӑкӑрлӑкӗсене кай та чухӑннисене, чӑлаххисене, уксаххисене, суккӑррисене кунта илсе кил“. 22 Хӑйне хушнине тусан чура каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мӗн каланине веҫех турӑм, анчах вырӑнсем татах пур-ха“. 23 Вара хуҫа чурине каланӑ: „Хула тулашӗнчи ҫулсемпе сукмаксем ҫине тух та ҫынсене пыма ӳкӗте кӗрт. Ҫуртӑм туллиех пултӑр. 24 Калатӑп: малтан чӗнсе хунисенчен пӗри те манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗре ӗҫсе ҫиеймӗ“».
25 Иисуспа пӗрле питӗ нумай ҫын пынӑ, вӑл вӗсем енне ҫаврӑннӑ та каланӑ: 26 «Ман патӑма килекен хӑйӗн ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачисене, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне тата хӑйӗн пурнӑҫне те манран ытларах юратать пулсан*, вӑл манӑн вӗренекен пулма пултараймасть. 27 Кам хӑйӗн асап юпине* йӑтса ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ манӑн вӗренекен пулаймасть. 28 Калӑпӑр, сирӗнтен кам та пулин башня туса лартма шут тытрӗ. Вӑл малтан ҫакӑ мӗн хака ларассине тата ӑна туса пӗтерме мӗн кирли ҫитессипе ҫитмессине шутласа пӑхмӗ-и? 29 Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те башнине туса пӗтереймӗ, вара ҫынсем унран кулса: 30 „Ку ҫын тума тытӑнчӗ те туса пӗтереймерӗ“, — тейӗҫ. 31 Е, калӑпӑр, пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухасшӑн. Малтан вӑл хӑйӗн 10 пинлӗ ҫарӗпе леш патшан 20 пинлӗ ҫарне ҫӗнтерме вӑй ҫитерессипе ҫитереймесси пирки ыттисемпе ларса канашласа пӑхмӗ-и? 32 Вӑй ҫитереймесен, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне мир пирки калаҫса татӑлма хӑйӗн ҫыннисене ярӗ. 33 Эппин, пӗлсе тӑрӑр: сирӗнтен нихӑшӗ те, хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне хӑвармасан*, манӑн вӗренекен пулаймасть.
34 Тӑвар, паллах, лайӑх япала. Анчах тӑвар хӑйӗн тутине ҫухатсан, ӑна епле тутӑ кӗртейӗн? 35 Ҫакӑн пек тӑвар ҫӗр валли те, тислӗк валли те юрӑхлӑ мар. Ҫынсем ӑна кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Итлеме хӑлха пурри итлетӗр».
15 Иисуса итлеме налог пуҫтаракансем тата ҫылӑхлӑ ҫынсем пурте ун тавра пуҫтарӑннӑ. 2 Фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем вара ҫапла ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Ку ҫын ҫылӑхлӑ ҫынсемпе хутшӑнать тата вӗсемпе пӗрле апат ҫиет». 3 Вара вӑл вӗсене ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: 4 «Калӑпӑр, сирӗнтен камӑн та пулин 100 пуҫ сурӑх пур, вӗсенчен пӗри вара ҫухалать. Вӑл 99-ӑшне хирте* хӑварса, ҫухалнине мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? 5 Тупсассӑн вӑл савӑнӗ, ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине хурса йӑтса килӗ. 6 Килне ҫитсен, хӑйӗн тусӗсемпе кӳршисене чӗнӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма шыраса тупрӑм“. 7 Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те — пӗр ӳкӗнекен ҫыншӑн 99 ӳкӗнме те кирлӗ мар тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ.
8 Е, калӑпӑр, пӗр хӗрарӑмӑн 10 дра́хма* пулнӑ, вӗсенчен пӗрне вӑл ҫухатнӑ. Вӑл ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑла-шӑла ӑна мӗн тупичченех шырамӗ-и? 9 Тупсассӑн вӑл тусӗсемпе кӳршисене чӗнӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухатнӑ драхмӑна тупрӑм“. 10 Калатӑп сире: пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен, Туррӑн ангелӗсем те ҫавӑн евӗрлех савӑнаҫҫӗ».
11 Унтан вӑл татах каланӑ: «Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. 12 Кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: „Атте, мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар-ха“. Ашшӗ вара ывӑлӗсене хӑйӗн пурлӑхне уйӑрса панӑ. 13 Темиҫе кун иртсен, кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн пӗтӗм япалине пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗршыва тухса кайнӑ. Унта вӑл иртӗхсе* пурӑннӑ, хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне салатса пӗтернӗ. 14 Пӗтӗм укҫине пӗтерсен, ҫав ҫӗршывра хаяр выҫлӑх пуҫланнӑ, вара вӑл нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. 15 Вӑл ҫав вырӑнта пурӑнакан пӗр ҫын патне кайса тара кӗнӗ, лешӗ вара ӑна хӑйӗн хирне сыснисене пӑхма янӑ. 16 Вӑл сысна ҫиекен апата ҫисе тӑранасшӑн пулнӑ, анчах ӑна ҫавна та паман.
17 Хӑй ӑссӑрла хӑтланнине ӑнланса илсен вӑл шухӑшланӑ: „Манӑн атте патӗнче ӗҫлесе тӑракансем тӑраничченех ҫиеҫҫӗ, эпӗ вара кунта выҫӑ вилетӗп! 18 Атте патне каям та ӑна калам: ‚Атте, эпӗ Турӑ* умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм. 19 Хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар. Мана хӑвӑн патна тара илсем‘“. 20 Вара вӑл ашшӗ патне кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та шелленӗ. Вӑл ывӑлне хирӗҫ чупса кайнӑ та ыталаса илсе чуптунӑ. 21 Ывӑлӗ ӑна каланӑ: „Атте, эпӗ Турӑ* умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм. Хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар“. 22 Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: „Часрах чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине ҫӗрӗ, урине сандали тӑхӑнтартӑр. 23 Самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр. Ӗҫсе ҫиер, савӑнар, 24 мӗншӗн тесен ман ывӑлӑм вилнӗччӗ — халӗ вара чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — халӗ вара тупӑнчӗ“. Вара пурте савӑнма пуҫланӑ.
25 Ҫав вӑхӑтра унӑн аслӑ ывӑлӗ хирте пулнӑ. Килне таврӑннӑ чухне вӑл юрӑ-кӗвӗ янранине тата ҫынсем ташланине илтнӗ. 26 Вӑл тарҫӑсенчен пӗрне чӗнсе илнӗ те мӗн пулса иртни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. 27 Лешӗ ӑна каланӑ: „Санӑн шӑллу таврӑнчӗ. Вӑл сывӑ таврӑннӑшӑн савӑннипе аҫу самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарчӗ“. 28 Аслӑ ывӑлӗ ҫилленнӗ те килне те кӗресшӗн пулман, вара ашшӗ тухса ӑна кӗме ӳкӗтленӗ. 29 Вӑл ашшӗне каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн чура пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах хамӑн туссемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн. 30 Ҫак санӑн ывӑлу, аскӑн хӗрарӑмсемпе* ҫыхланса санӑн пурлӑхна пӗтернӗскер, таврӑнсанах эсӗ уншӑн самӑрлатнӑ пӑрӑва пустартӑн“. 31 Ашшӗ ӑна каланӑ: „Ывӑлӑм, эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пӗтӗмпех санӑн. 32 Мӗншӗн-ха пирӗн савӑнас-хӗпӗртес мар? Санӑн шӑллу вилнӗччӗ — халӗ вара чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — халӗ вара тупӑнчӗ!“»
16 Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пӗр пуян ҫынна: „Хӑв патӑнта ӗҫлесе тӑракан тарҫу* сан пурлӑхна салатса пӗтернӗ“, — тесе пӗлтернӗ. 2 Хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: „Эпӗ сан ҫинчен ырӑ мар сӑмах илтрӗм. Ман укҫапа мӗнле усӑ курни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса пар мана, мӗншӗн тесен малашне эсӗ манӑн кил-ҫурта пӑхса тӑмӑн“. 3 Тарҫӑ вара ҫапла шухӑшланӑ: „Мӗн тӑвас-ши? Хуҫа мана ӗҫрен кӑларса ярать. Хирте ӗҫлеме вӑй ҫитсех каймасть, ыйткаласа ҫӳреме те намӑс. 4 А-а! Кунтан кӑларса ярсан, ҫынсем мана хӑйсен килӗнче йышӑнччӑр тесе мӗн тумаллине пӗлетӗп“. 5 Вӑл хуҫине парӑмлӑ ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ те пӗринчен: „Манӑн хуҫана санӑн мӗн чухлӗ памалла?“ — тесе ыйтнӑ. 6 Лешӗ: „100 виҫе* олива ҫӑвӗ“, — тесе хуравланӑ. Вӑл ӑна каланӑ: „Акӑ санӑн парӑм хучӗ. Лар та хӑвӑртрах 50 тесе ҫыр“. 7 Унтан вӑл тепринчен: „Санӑн мӗн чухлӗ памалла?“ — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: „100 кор* тулӑ“, — тесе хуравланӑ. Вӑл ӑна каланӑ: „Акӑ санӑн парӑм хучӗ, 80 тесе ҫыр“. 8 Хуҫи вара тӳрӗ мар тарҫӑна тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн мухтаса илнӗ. Вӗт ҫак тӗнчери ҫынсем ытти ҫынсемпе ӗҫ тунӑ чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен* тавҫӑруллӑрах.
9 Калатӑп сире: ҫак тӗнчери пуянлӑхпа* усӑ курса хӑвӑр валли туссем тупӑр. Кайран, ҫав пуянлӑх пӗтсен, ҫав туссем сире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли вырӑна йышӑнччӑр. 10 Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ, сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑрри нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑксӑр. 11 Эппин, эсир ҫак тӗнчери пуянлӑхпа* усӑ курас тӗлӗшрен шанчӑклӑ пулмасан, чӑн пуянлӑха сире кам шанса парӗ? 12 Ют пурлӑхпа усӑ курас тӗлӗшрен эсир шанчӑклӑ пулмасан, сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ пурлӑха сире кам парӗ? 13 Нимӗнле тарҫӑ та икӗ хуҫашӑн ӗҫлесе тӑраймасть, мӗншӗн тесен вӑл е пӗрне юратӗ, теприне курайми пулӗ, е пӗрне хисеплӗ*, теприне хисеплемӗ. Эсир пӗр харӑсах Туррӑн чури те, пуянлӑхӑн чури те пулаймӑр».
14 Ҫакна укҫана юратакан фарисейсем те илтнӗ, вара вӗсем унран кулма пуҫланӑ. 15 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир хӑвӑра ҫын умӗнче тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартатӑр, анчах Турӑ сирӗн чӗрене пӗлет. Ҫынсем мӗне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ, ҫавӑ Турӑ куҫӗ умӗнче йӗрӗнчӗк.
16 Закон тата пророксен кӗнекисем Иоанччен пулнӑ. Вӑл килнӗ вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтереҫҫӗ. Пур тӗрлӗ ҫын та унта кӗрес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. 17 Чӑн та, тӳпепе ҫӗр пӗтсен те, законри саспаллин пӗр йӗрӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмӗ.
18 Кам арӑмӗнчен уйрӑлса урӑххине качча илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ туса малтанхи арӑмне улталать. Кам упӑшкинчен уйрӑлнӑ хӗрарӑма качча илет, вӑл ҫав ҫыннӑн арӑмӗпе аскӑн ӗҫ тӑвать.*
19 Пӗр питӗ пуян ҫын пулнӑ. Вӑл хаклӑ тумтир* тӑхӑнса ҫӳренӗ, кунран-кун хӑйӗн пуянлӑхӗпе савӑнса пурӑннӑ. 20 Унӑн хапхи умне Лазарь ятлӑ ыйткалакана илсе пырса вырттарнӑ. Вӑл юхан-суранлӑ пулнӑ. 21 Ҫав ҫын пуянӑн сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ. Унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫуланӑ. 22 Вӑхӑт иртсен, ҫав ыйткалакан ҫын вилнӗ, ӑна ангелсем Авраа́м патне* илсе кайнӑ.
Ҫав пуян ҫын та вилнӗ, ӑна пытарнӑ. 23 Вӑл виле шӑтӑкӗнче* асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та инҫетре Авраама тата унпа юнашар тӑракан* Лазаре курнӑ. 24 Вара вӑл кӑшкӑрса каланӑ: „Авраа́м атте, хӗрхенсем мана! Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхене сивӗттӗрччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак ялкӑшса ҫунакан вутра асапланатӑп“. 25 Анчах Авраа́м ҫапла каланӑ: „Ачам, аса ил-ха, эсӗ ху пурӑннӑ чухне ырлӑх курса пурӑнтӑн, Лазарь вара нушаланса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта йӑпату тупрӗ, эсӗ вара асапланатӑн. 26 Унтан та ытларах, сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта пысӑк тӗпсӗр вырӑн, ҫавӑнпа пирӗн патран сирӗн пата каҫас текенсем ҫавна тӑваймаҫҫӗ, сирӗн патран та пирӗн пата каҫаймаҫҫӗ“. 27 Вара пуян ҫын каланӑ: „Аттем, тархаслатӑп сана, ӑна манӑн атте килне ярсам. 28 Манӑн пилӗк пӗртӑван пур, вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ, вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна лекмелле ан пултӑрччӗ“. 29 Анчах Авраа́м каланӑ: „Вӗсен Моисейпа пророксем пур, вӗсене итлеччӗр“. 30 Лешӗ вара: „Ҫук, Авраа́м атте, вӗсем патне вилнисенчен кам та пулин пырсан, вӗсем ӳкӗнӗччӗҫ“, — тенӗ. 31 Авраа́м ӑна каланӑ: „Вӗсем Моисейпа пророксене итлемеҫҫӗ пулсан, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрас пулсан та, вӗсем ӗненмӗҫ“».
17 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫынсене ҫылӑх тума хӗтӗртекенни* пулатех, анчах кама пула ҫакӑн пекки пулать, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ! 2 Кама пула ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри ҫылӑх тӑвать, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫакӑ уншӑн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. 3 Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхасах тӑрӑр. Тӑвану ҫылӑх тусан, питле ӑна, вӑл ӳкӗнсен, каҫар ӑна. 4 Вӑл сана хирӗҫ кунне ҫичӗ хут ҫылӑх тусан та, ҫичӗ хут пырса: „Эпӗ ӳкӗнетӗп“, — тесен, каҫар ӑна».
5 Апостолсем Ҫӳлхуҫаран: «Хытӑрах ӗненме пулӑшсам пире», — тесе ыйтнӑ. 6 Ҫӳлхуҫа вӗсене каланӑ: «Сирӗн ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри пысӑкӑш пулнӑ пулсан, эсир ҫак йывӑҫа*: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ — тесен, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ.
7 Калӑпӑр, сирӗнтен хӑшӗн те пулин ҫӗр сухалакан е кӗтӳ пӑхакан чура пур. Вӑл хиртен таврӑнсан, эсир ӑна: „Кил часрах, сӗтел хушшине лар“, — тесе калӑр-и? 8 Ҫапла каличчен эсир ӑна: „Ман валли каҫхи апат хатӗрле те, пилӗкне ҫыхса, эпӗ ӗҫсе ҫисе пӗтериччен мана пӑх, кайран вара ху ӗҫсе ҫиме пултаратӑн“, — тесе каламӑр-и? 9 Хушнӑ ӗҫе тунӑшӑн хуҫи чурине тав тӑвӗ-и? 10 Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те тусассӑн: „Эпир ниме тӑман чурасем, хамӑрӑн мӗн тумаллине анчах турӑмӑр“, — тейӗр».
11 Иерусалима кайнӑ чухне Иисус Самарипе Галиле́я чиккипе пынӑ. 12 Вӑл пӗр яла кӗнӗ чухне ӑна тилҫе чирӗпе чирлекен 10 ҫын курнӑ. Вӗсем аяккарах тӑрса 13 кӑшкӑрса каланӑ: «Иисус, Вӗрентекен, хӗрхенсем пире!» 14 Вӗсене курсан вӑл: «Кайӑр та хӑвӑра священниксене кӑтартӑр», — тенӗ. Вара лешсем кайнӑ та ҫул ҫинче пулнӑ чухнех тасалнӑ. 15 Вӗсенчен пӗри, хӑй тасалнине курсан, хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла таврӑннӑ. 16 Вӑл Иисус ури умне ӳксе ӑна тав тума пуҫланӑ. Вӑл вара Сама́ри ҫынни пулнӑ. 17 Иисус: «Вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? — тесе ыйтнӑ. — 18 Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне Турра мухтама урӑх никам та каялла таврӑнмарӗ-им?» 19 Унтан вӑл ӑна каланӑ: «Тӑр та кай. Ху ӗненни сыватрӗ сана».
20 Фарисейсем Иисусран Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килесси пирки ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ пурне те курӑнмалла килмӗ. 21 Ҫынсем: „Пӑхӑр, вӑл акӑ кунта!“ е „Вӑл унта!“ — тесе каламӗҫ. Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ сирӗн хушшӑрта».
22 Унтан вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне сирӗн Этем Ывӑлӗн кунӗсенчен пӗрне курас килӗ, анчах эсир кураймӑр. 23 Ҫынсем сире: „Пӑхӑр, вӑл унта!“ е „Вӑл кунта!“ — тейӗҫ. Ан тухӑр, вӗсем хыҫҫӑн ан чупӑр. 24 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑйӗн кунӗнче тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ялтӑртатса ҫутатакан ҫиҫӗм пек пулӗ. 25 Анчах малтан унӑн нумай асап курмалла пулӗ тата ҫак ӑру ӑна йышӑнмӗ. 26 Ной кунӗсенче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗн кунӗсенче те ҫаплах пулӗ. 27 Ной ковчега кӗрес кунчченех ҫынсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Унтан ҫӗре шыв илнӗ те вӗсене пурне те пӗтернӗ. 28 Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ҫынсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, туяннӑ, сутнӑ, акнӑ, ҫуртсем туса лартнӑ. 29 Анчах Лот Содомран тухнӑ кун вутпа кӳкӗрт пӗлӗтрен ҫумӑр пек ҫунӑ та вӗсене пурне те пӗтернӗ. 30 Этем Ывӑлӗ хӑйӗн хӑватне кӑтартнӑ кун та ҫавӑн пекех пулӗ.
31 Ҫав кун кам та пулин пӳрт тӑрринче пулсан, ҫавӑ аяла анса япалисене илме пӳртне ан кӗтӗр. Кам та пулин хирте пулсан, ҫавӑ хӑй хӑварнӑ япалисем патне каялла ан таврӑнтӑр. 32 Лот арӑмӗпе мӗн пулнине асра тытӑр. 33 Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшать, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам вара хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатать, ҫавӑ ӑна упраса хӑварӗ. 34 Калатӑп сире: ҫав каҫ иккӗн пӗр вырӑн ҫинче пулӗҫ: вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 35 Икӗ хӗрарӑм пӗр арманпа авӑртӗҫ: вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ». 36 ——* 37 Вӗсем унран: «Ҫӳлхуҫа, ку вара ӑҫта пулӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл хуравланӑ: «Кӗлетке ӑҫта пулать, ҫавӑнта ӑмӑрткайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ».
18 Иисус вӗсене яланах кӗлтумалли ҫинчен, парӑнмалла марри ҫинчен тӗслӗх каласа панӑ: 2 «Пӗр хулара судья пурӑннӑ. Вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсенчен те вӑтанман. 3 Ҫав хуларах пӗр тӑлӑх арӑм пурӑннӑ, вӑл судья патне пыра-пыра каланӑ: „Манпа тепӗр ҫын хушшинче сиксе тухнӑ тавлӑ ӗҫе тӗрӗс татса парсам“. 4 Судья чылайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен вӑл ҫапла шутласа илнӗ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсенчен те вӑтанмастӑп, 5 анчах ку тӑлӑх арӑм йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ мана. Пулӑшам-ха ӑна — вӑл ман пата урӑх ан килтӗр, мана аптратса ан ҫӳретӗр“». 6 Унтан Ҫӳлхуҫа каланӑ: «Куртӑр-и, ҫав тӳрӗ мар судья мӗн калать? 7 Турӑ хӑй суйласа илнисене, кунӗн-ҫӗрӗн хӑйне йӑлӑнакансене, пулӑшмӗ-и вара? Ҫавӑн пекех вӑл вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулӗ. 8 Калатӑп сире: вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек ӗненӳ тупайӗ-и*?»
9 Хӑйсем пирки тӳрӗ ҫынсем тесе шутлакан тата ыттисене ним вырӑнне те хуман ҫынсене вӑл ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: 10 «Икӗ ҫын храма кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей, тепри налог пуҫтаракан пулнӑ. 11 Фарисей тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче кӗлтума пуҫланӑ: „Эй Турӑҫӑм, тав тӑватӑп сана! Эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратакан, улталакан, аскӑнланса ҫӳрекен мар, ҫак налог пуҫтаракан пек те мар. 12 Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен пуринчен те вуннӑмӗш пайне паратӑп“. 13 Налог пуҫтараканӗ вара, айккинче тӑраканскер, ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман. Вӑл хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: „Эй Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“ — тесе тӑнӑ. 14 Калатӑп сире: ҫав ҫын Турӑ куҫӗ умӗнче фарисейран тӳрӗрех пулса килне таврӑннӑ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫавӑ кӗҫӗне юлӗ, кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ асла тухӗ».
15 Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе ҫынсем ун патне пӗчӗк ачисене илсе пынӑ, анчах вӗренекенӗсем ҫакна курсан вӗсене ӳпкелеме пуҫланӑ. 16 Иисус вара пӗчӗк ачасене хӑйӗн патне илсе пыма ыйтнӑ та каланӑ: «Ачасем ман пата килччӗр, ан чарӑр вӗсене, Турӑ Патшалӑхӗ — вӗсем пеккисем валли. 17 Чӑн калатӑп сире: кам Турӑ Патшалӑхне ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ».
18 Пӗр пуҫлӑх ун патне пынӑ та: «Ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес* тесен манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 19 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ мана ырӑ тетӗн? Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 20 Эсӗ ҫак заповедьсене пӗлетӗн вӗт: аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, ыттисем пирки суйса ан кала, аҫупа аннӳне хисепле». 21 Лешӗ каланӑ: «Ҫаксене пурне те эпӗ ачаранпах тытса тӑратӑп». 22 Ҫакна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Сана пӗр япала ҫитмест: хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сутса укҫуна чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн тӳпере пуянлӑх пулӗ. Унтан кил те ман хыҫҫӑн пыр». 23 Ҫак сӑмахсене илтсен лешӗ ҫав тери салхуланнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.
24 Иисус ун ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме мӗн тери йывӑр пулӗ! 25 Пуян ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 26 Ҫакна илтнӗ ҫынсем: «Кам-ха вара ҫӑлӑнма пултарӗ?» — тесе ыйтнӑ. 27 Вӑл хуравланӑ: «Ҫынсем тума пултарайманнине Турӑ тума пултарать». 28 Вара Пётр каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине хӑвартӑмӑр та сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр». 29 Вӑл вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне, е арӑмне, е пиччӗш-шӑллӗне, е ашшӗ-амӑшне, е ачисене хӑварнӑ, 30 ҫавӑ халех чылай нумайрах илӗ, пуласлӑхра* вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ».
31 Унтан вӑл вуниккӗшне айккинелле илсе кайнӑ та вӗсене каланӑ: «Эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, пророксем Этем Ывӑлӗ ҫинчен мӗн ҫырнӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланӗҫ. 32 Ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине тытса парӗҫ, унран кулӗҫ, ӑна мӑшкӑл тӑвӗҫ, ун ҫине сурӗҫ, 33 ӑна чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, унтан вӗлерӗҫ, анчах виҫҫӗмӗш кунне вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 34 Ҫапах та вӗсем нимӗн те ӑнланман, мӗншӗн тесен каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшӗ вӗсене уҫӑлман пулнӑ-ха.
35 Иисус Иерихо́н патне ҫывхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ. 36 Вӑл хӑй патӗнчен халӑх иртнине илтсен, мӗн пулса иртни ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. 37 Ӑна: «Назаре́т Иисусӗ иртсе пырать!» — тенӗ. 38 Вара вӑл кӑшкӑрса янӑ: «Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана!» 39 Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 40 Иисус чарӑнса тӑнӑ та ҫав ҫынна хӑйӗн патне илсе пыма хушнӑ. Лешӗ пырсан, Иисус унран ыйтнӑ: 41 «Мӗн тумалла манӑн сан валли?» Лешӗ хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа, мана каллех куракан тусам». 42 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Куракан пул. Ху ӗненни сыватрӗ сана». 43 Лешӗ тӳрех куракан пулнӑ та Турра мухтаса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем те Турра мухтанӑ.
19 Унтан Иисус Иерихо́н хулине кӗрсе ун витӗр иртсе пынӑ. 2 Ҫав хулара Закхе́й ятлӑ пуян ҫын пурӑннӑ, вӑл налог пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ пулнӑ. 3 Унӑн Иисуса питӗ курас килнӗ, анчах хӑй лутра пулнӑран вӑл ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман. 4 Вара вӑл маларах чупса кайнӑ та, иртсе каякан Иисуса курас тесе, сикомо́р йывӑҫӗ ҫине хӑпарса ларнӑ. 5 Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна каланӑ: «Закхе́й, ан часрах, мӗншӗн тесен паян эпӗ сан килӳнте хӑна пулӑп». 6 Лешӗ васкасах йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑйӗн килӗнче савӑнсах хӑна тунӑ. 7 Ҫакна курсан пурте: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне хӑнана килчӗ», — тесе ӳпкелешме пуҫланӑ. 8 Анчах Закхе́й тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине эпӗ чухӑнсене валеҫсе парӑп, камран эпӗ укҫа сӑптӑрса илнӗ*, ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп». 9 Вара Иисус каланӑ: «Паян Турӑ ҫак ҫынна тата унӑн кил-йышне ҫӑлчӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраа́мӑн ывӑлӗ. 10 Вӗт Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ».
11 Иисус хӑйне итлекенсене тата тепӗр тӗслӗх каласа панӑ, мӗншӗн тесен вӗренекенӗсем, Иисус Иерусалима ҫывхарса пынӑран, Турӑ Патшалӑхӗ часах уҫҫӑн курӑнӗ тесе шутланӑ. 12 Вӑл каланӑ: «Пӗр чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк* илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва тухса кайнӑ. 13 Вӑл хӑйӗн 10 чурине чӗнсе илсе вӗсене 10 ми́на* панӑ та каланӑ: „Эпӗ таврӑниччен ҫак минӑсене ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“. 14 Анчах хӑйӗн ҫӗршывӗнче пурӑнакан ҫынсем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр“, — тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ.
15 Патшана ларма ирӗк* илсен вӑл таврӑннӑ та укҫа парса хӑварнӑ чурисене хӑй патне чӗннӗ. Вӑл кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине ыйтса пӗлме пуҫланӑ. 16 Чурисенчен пӗри пынӑ та каланӑ: „Хуҫа, эсӗ парса хӑварнӑ ми́на 10 ми́на тупӑш пачӗ“. 17 Хуҫи ӑна каланӑ: „Маттур, эсӗ лайӑх чура! Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпӗ сана 10 хула пуҫлӑхӗ тӑвӑп“. 18 Унтан тепӗр чури пынӑ та каланӑ: „Хуҫа, эсӗ парса хӑварнӑ ми́на 5 ми́на тупӑш пачӗ“. 19 Ҫак чурана вӑл: „Эсӗ 5 хула пуҫлӑхӗ пулӑн“, — тенӗ. 20 Кайран тата тепри пынӑ та каланӑ: „Хуҫа, акӑ эсӗ парса хӑварнӑ ми́на. Эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм. 21 Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хаяр ҫын. Эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“. 22 Хуҫи ӑна каланӑ: „Усал чура, эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплӑп. Эпӗ хаяр ҫын пулнине, хумасӑрах илнине тата акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ. 23 Апла мӗншӗн-ха эсӗ манӑн укҫана* усламҫӑсене кайса памарӑн*? Вара таврӑнсан эпӗ ӑна процентсемпе илнӗ пулӑттӑм“.
24 Вара вӑл юнашар тӑракансене: „Минӑна унран туртса илсе 10 минӑллӑ чурана парӑр“, — тесе хушнӑ. 25 Анчах вӗсем ӑна: „Хуҫа, унӑн ахаль те 10 ми́на пур“, — тенӗ. 26 Вӑл вӗсене хуравланӑ: „Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна тата парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 27 Мана хӑйсен патши тӑвасшӑн пулман тӑшмансене илсе килӗр кунта, вӗсене ман умрах вӗлерӗр“».
28 Ҫакна каласан, вӑл малалла Иерусалималла кайнӑ. 29 Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагипе Вифа́ни патне ҫитсен, вӑл хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30 «Хӑвӑр умӑрти яла кайӑр. Эсир унта кӗрсен, кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланса ҫӳремен ашак тихине куратӑр. Ӑна вӗҫертсе кунта ҫавӑтса килӗр. 31 Кам та пулин сирӗнтен: „Эсир ӑна мӗншӗн вӗҫертетӗр?“ — тесе ыйтсан, эсир: „Вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ“, — тейӗр». 32 Вара икӗ вӗренекенӗ кайнӑ та, хӑйсене Иисус каланӑ пек, ашак тихине тупнӑ. 33 Вӗсем ашак тихине вӗҫертнӗ чухне унӑн хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» — тесе ыйтнӑ. 34 Вӗсем: «Вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ», — тенӗ. 35 Вӗсем ашак тихине Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Унтан ун ҫине хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хунӑ та Иисуса ун ҫине утлантарнӑ.
36 Вӑл ашак тихи ҫинче ларса пынӑ чухне ҫынсем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене ҫул ҫине сара-сара хунӑ. 37 Иисус Олива тӑвӗ ҫинчен анакан ҫул патне ҫитсен, унӑн темӗн чухлӗ вӗренекенӗ савӑнма тата хӑйсем курнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемшӗн пуриншӗн те Турра мухтама пуҫланӑ. 38 Вӗсем каланӑ: «Иеговӑн* ячӗпе килекен Патша пиллӗхлӗ пултӑр! Тӳпере мир тата ҫӳлти Турра мухтав пултӑр!» 39 Анчах хӑш-пӗр фарисейсем халӑх хушшинчен ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, хӑвӑн вӗренекенӳсене шӑпланма хуш». 40 Вӑл вӗсене каланӑ: «Калатӑп сире: вӗсем шӑплансан, чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».
41 Хула патне ҫывхарсан Иисус ун ҫине пӑхнӑ та макӑрса янӑ, 42 вара каланӑ: «Мӗн мир кӳнине эсӗ пӗлес пулсанччӗ... Анчах халӗ эсӗ ҫакна ӑнланаймастӑн. 43 Ҫакӑн пек кунсем ҫитӗҫ: ун чухне санӑн тӑшманусем шӗвӗртнӗ пӗренесенчен сан тавра хӳме туса лартӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, пур енчен те хӗстерӗҫ. 44 Вӗсем сана та, хулара пурӑнакан ҫыннусене* те тӗп тӑвӗҫ. Ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Турӑ хӑвна суд тума килнине ӑнланмарӑн».
45 Иисус храма кӗнӗ те унта сутакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. 46 Вӑл вӗсене каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырнӑ. Анчах эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хутӑр!»
47 Иисус кашни кун храмра вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, 48 анчах ҫавна мӗнле тумаллине пӗлмен, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх ун ҫумӗнчен каймасӑр вӑл мӗне вӗрентнине итленӗ.
20 Пӗррехинче, Иисус храмра халӑха вӗрентнӗ чухне тата ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне, ун патне аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисемпе старейшинӑсем пынӑ та 2 унран ыйтнӑ: «Кала-ха пире, санӑн ҫакна тума ирӗк пур-и? Ҫакна тума сана кам ирӗк панӑ?» 3 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ те сире пӗр ыйту парам. Калӑр-ха мана, 4 Иоанн шыва кӗртни Турӑран* е ҫынсенчен пулнӑ?» 5 Вара вӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла канашлама пуҫланӑ: «Эпир ӑна „Турӑран“ тесен, вӑл пире: „Апла мӗншӗн эсир Иоана ӗненмерӗр?“ — тейӗ. 6 „Ҫынсенчен“ тесен — халӑх пире чулпа персе вӗлерӗ, мӗншӗн тесен пурте Иоанн пирки пророк тесе шутлаҫҫӗ». 7 Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр», — тесе хуравланӑ. 8 «Эппин, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине каламастӑп», — тенӗ вӗсене Иисус.
9 Унтан вӑл ҫынсене ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: «Пӗр ҫын виноград пахчи лартнӑ. Вӑл ӑна пахчаҫӑсене тара панӑ та нумайлӑха урӑх ҫӗршыва тухса кайнӑ. 10 Виноград пуҫтарма вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗн пайне илме пахчаҫӑсем патне чурине янӑ. Анчах вӗсем ӑна хӗнесе пӗтернӗ те пушӑ алӑпах янӑ. 11 Вӑл вӗсем патне тепӗр чурине янӑ. Вӗсем ӑна та хӗнесе пӗтерсе, мӑшкӑл кӑтартса пушӑ алӑпах янӑ. 12 Вӑл виҫҫӗмӗш чурине янӑ. Анчах вӗсем ӑна та хӗнесе пӗтерсе виноград пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ. 13 Вара пахча хуҫи каланӑ: „Мӗн тӑвас-ши? Хамӑн юратнӑ ывӑлӑма ярам-ха. Ӑна вӗсем хисеплӗҫ пуль“. 14 Анчах пахчаҫӑсем ӑна курсан пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Пахча ӑна юлмалла. Айтӑр ӑна вӗлерер, вара пахчи хамӑра юлӗ“. 15 Вӗсем ӑна пахчаран сӗтӗрсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсемпе мӗн тӑвӗ? 16 Вӑл килӗ те пахчаҫӑсене вӗлерӗ, пахчине вара урӑххисене парӗ».
Тӗслӗхе итлесе пӗтерсен ҫынсем: «Кун пекки пулма пултараймасть!» — тенӗ. 17 Вӑл вӗсем ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Ҫырура „Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ“ тени мӗне пӗлтерет-ха? 18 Ҫав чул ҫине ӳкекен арканса кайӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса лартӗ».
19 Закон вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем вӑл ҫак тӗслӗхе илсе парса хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ, вара ӑна ҫавӑн чухнех ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсем халӑхран хӑранӑ. 20 Вӗсем ӑна сӑнасах тӑнӑ. Унтан вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене вӑрттӑн укҫа панӑ та Иисус патне янӑ. Ҫавсен тӳрӗ ҫынсем пек курӑнса ӑна хӑйне айӑпламалли сӑмах калаттармалла пулнӑ. Ҫапла вӗсем Иисуса влаҫсемпе пуҫлӑха тытса пама пултарнӑ пулӗччӗҫ. 21 Ҫав ҫынсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗлетпӗр: эсӗ тӗрӗс калатӑн, тӗрӗс вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн тата Турӑ ҫулӗ ҫинчен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн вӗрентетӗн. 22 Кала-ха, цезаре* налог тӳлени тӗрӗс-и е тӗрӗс мар?» 23 Анчах вӑл вӗсен чеелӗхне пӗлсе вӗсене каланӑ: 24 «Мана дина́ри* кӑтартӑр-ха. Кунта камӑн сӑнӗ, камӑн ячӗ?» Вӗсем: «Цезарӗн», — тенӗ. 25 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эппин, цезарӗнне цезаре парӑр, Туррӑнне Турра парӑр». 26 Ҫапла вӗсем ӑна ҫынсем умӗнче айӑпламалли сӑмах калаттарайман, унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ.
27 Унтан ун патне саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ текенсем, пынӑ та унран ыйтнӑ: 28 «Вӗрентекен, Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Авланнӑ арҫын ача-пӑчасӑр вилсен, пӗртӑванӗн унӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмне качча илмелле те ҫав вилнӗ пӗртӑванӗн йӑхне малалла тӑсмалла“. 29 Ҫичӗ пӗртӑван пулнӑ. Пӗрремӗшӗ авланнӑ, анчах ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 30 Унтан иккӗмӗшӗ ҫав тӑлӑх арӑма качча илнӗ, анчах ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 31 Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулнӑ. Ҫапла вара ҫиччӗшӗ те ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 32 Юлашкинчен ҫав хӗрарӑм та вилнӗ. 33 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Вӑл ҫиччӗшӗн те арӑмӗ пулнӑ вӗт».
34 Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫак тӗнчери* ҫынсем* авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ. 35 Камсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тата пуласлӑхра* пурнӑҫ илме тивӗҫлӗ, ҫавсем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ. 36 Вӗсем ӗнтӗ текех вилмӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ангелсем пек пулӗҫ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, Турӑ ачисем пулӗҫ. 37 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине вара Моисей та кӑтартса панӑ. Вӑл йӗплӗ тӗм ҫинчен каласа панӑ чухне Иеговӑна* „Авраа́м Турри, Исаа́к Турри, Иаков Турри“ тенӗ. 38 Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри, мӗншӗн тесен вӗсем пурте уншӑн чӗрӗ». 39 Закон вӗрентӳҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Вӗрентекен, эсӗ лайӑх каларӑн». 40 Вӗсем ӑна урӑх пӗр ыйту та пама хӑяйман.
41 Вӑл вара вӗсенчен ыйтнӑ: «Мӗншӗн Христос пирки Давид ывӑлӗ теҫҫӗ? 42 Давид хӑй Псалом кӗнекинче ҫапла калать: „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: ‚Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен 43 манӑн сылтӑм енче лар‘“. 44 Эппин, Давид ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсан, мӗнле-ха вӑл унӑн ывӑлӗ пулма пултарать?»
45 Пӗтӗм халӑх ӑна итлесе тӑнӑ чухне вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: 46 «Закон вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳреме юратаҫҫӗ, пасарта хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ. Синагогӑсенче вӗсем малта* ларма, каҫхи апатра чи хисеплӗ вырӑнсенче ларма юратаҫҫӗ. 47 Вӗсем тӑлӑх арӑмсен пурлӑхне* туртса илеҫҫӗ тата хӑйсене кӑтартас тесе нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен хаяртарах наказани парӗҫ».
21 Иисус пуян ҫынсем укҫа ямалли савӑтсене укҫа янине курнӑ. 2 Унтан вӑл пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм ҫавӑнта икӗ вак укҫа* янине курнӑ, 3 вара вӑл каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм ыттисенчен пуринчен те нумайрах ячӗ. 4 Мӗншӗн тесен вӗсем пурте хӑйсен ытлашши пулнӑран ячӗҫ, ку вара, чухӑн пулсан та, хӑйӗн пурӑнмалӑх укҫине пӗтӗмпех ячӗ».
5 Каярахпа, хӑшӗ-пӗрисем храм ҫинчен, ӑна паха чулсемпе тата Турра халалланӑ парнесемпе илемлетни ҫинчен калаҫнӑ чухне, 6 Иисус каланӑ: «Ҫакӑн пек кунсем ҫитӗҫ: эсир ҫакӑнта мӗн курнине йӑлтах аркатӗҫ, чул ҫинче чул та юлмӗ». 7 Вара унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, ку хӑҫан пулӗ? Ҫакӑ пулассине мӗнле паллӑ кӑтартӗ?» 8 Вӑл каланӑ: «Асӑрханӑр, сире никам та ан улталатӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ ман ятпа килӗ те „Ку эпӗ“ тата „Пӗтес вӑхӑт ҫывӑх“ тейӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 9 Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни* ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Мӗншӗн тесен ҫаксем пурте малтан пулмалла, анчах пӗтес вӑхӑт тӳрех ҫитмӗ».
10 Унтан вӑл каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ. 11 Питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем тата тӗрлӗ вырӑнта выҫлӑх, эпидемисем пулӗҫ. Ҫынсем хӑрушӑ пулӑмсене тата тӳпере аслӑ паллӑсене курӗҫ.
12 Анчах ҫаксем пурте пуличчен ҫынсем сире хӗсӗрлӗҫ, сире ярса тытса суд тума синагогӑсене илсе кайӗҫ, тӗрмесене хупӗҫ. Ман ятшӑн сире патшасемпе пуҫлӑхсем патне илсе кайӗҫ. 13 Ҫакӑ сире хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен пӗлтерме май парӗ. 14 Хӑвӑра хӳтӗлес тесе мӗн каламалли ҫинчен маларах шухӑшласа ан хурӑр, 15 мӗншӗн тесен эпӗ сире каламалли сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп, вара хӑвӑра хирӗҫ тӑракансем пурте сире хирӗҫ тӑма та, хирӗҫ калама та пултараймӗҫ. 16 Сире хӑвӑр аҫӑр-аннӗрсем те, пӗртӑвансем те, хурӑнташсем те, туссем те сутӗҫ*, сирӗнтен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ. 17 Ман ятшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. 18 Анчах сирӗн пуҫ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ. 19 Чӑтӑмлӑ пулнипе эсир хӑвӑр пурнӑҫа ҫӑлса хӑваратӑр.
20 Иерусалима йӗри-тавра ҫарсем хупӑрласа илнине курсассӑн пӗлсе тӑрӑр: ӑна аркатса пӗтересси ҫывӑх. 21 Вара сирӗнтен кам Иудейӑра, ҫавсем тусем ҫине тарччӑр; кам хулара, ҫавсем унтан тухчӑр; кам вара хула таврашӗнче, ҫавсем хулана ан кӗччӗр; 22 мӗншӗн тесен ҫав кунсем тавӑру кунӗсем* пулӗҫ, ҫапла вара мӗн ҫырни пурте пурнӑҫланӗ. 23 Йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене тата ача ӗмӗртекенсене ҫав кунсенче мӗн тери йывӑр пулӗ! Мӗншӗн тесен ҫак ҫӗр ҫинче нумай асап пулӗ тата ҫак халӑх наказани илӗ. 24 Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Халӑхсем валли палӑртса хунӑ вӑхӑт иртиччен халӑхсем Иерусалима таптӗҫ.
25 Хӗвелпе уйӑх ҫинче тата ҫӑлтӑрсем ҫинче паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинче халӑхсем ним тума пӗлмесӗр асапланӗҫ, мӗншӗн тесен тинӗс шавласа-кӗрлесе тӑрӗ. 26 Ҫынсем хӑранипе тата ҫӗр ҫинче мӗн пулассине кӗтсе тӑнӗсене ҫухатӗҫ, мӗншӗн тесен тӳпери хӑватсем кисренӗҫ. 27 Ҫавӑн чухне вӗсем пӗлӗт ӑшӗнче аслӑ хӑватпа тата мухтавпа пыракан Этем Ывӑлне курӗҫ. 28 Ҫаксем пурнӑҫланма пуҫласан тӳрленсе тӑрӑр, пуҫӑрсене ҫӗклӗр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑт ҫывӑх».
29 Унтан вӑл вӗсене тӗслӗх каласа панӑ: «Инжир йывӑҫӗпе ытти йывӑҫсем ҫине пӑхӑр-ха. 30 Вӗсен папкисем тухнине курсан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 31 Ҫавнашкалах эсир ҫаксем пулса иртнине курсан пӗлсе тӑрӑр: Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑх. 32 Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 33 Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, анчах манӑн сӑмахсем пӗтмӗҫ.
34 Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхасах тӑрӑр: ытлашши ҫисе, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, ҫак тӗнчери япаласемшӗн пӑшӑрханса ан ҫӳрӗр, ҫак кун сирӗншӗн сасартӑк ан ҫиттӗр, 35 сирӗншӗн капкӑн пек ан пултӑр. Мӗншӗн тесен ҫак кун ҫӗр ҫинче пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те кӗтмен ҫӗртен килӗ. 36 Ҫавӑнпа та сыхӑ тӑрӑр, мӗн пулассинчен хӑтӑлас тесе тата Этем Ывӑлӗ умне тӑрас тесе пӗрмаях хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр».
37 Кӑнтӑрла Иисус храмра вӗрентнӗ, каҫхине вара Олива тӑвӗ ҫине* ҫӗр каҫма кайнӑ. 38 Ӑна итлес тесе пӗтӗм халӑх ир-ирех храма пуҫтарӑннӑ.
22 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха текен уяв, ҫывхарса килнӗ. 2 Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем Иисуса вӗлересшӗн пулнӑ, халӑхран хӑранипе ҫавна мӗнле тусан лайӑхрах пулать-ши тесе шухӑшланӑ. 3 Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗрин ӑшне, Иуда Искарио́т ӑшне, Шуйттан кӗнӗ. 4 Вара вӑл Иисуса мӗнле тытса парасси ҫинчен аслӑ священниксемпе храмӑн хурал пуҫлӑхӗсемпе калаҫма кайнӑ. 5 Лешсем савӑнсах кайнӑ, ӑна кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ. 6 Вӑл килӗшнӗ те халӑх ҫывӑхра пулман чухне Иисуса тытса пама майлӑ вӑхӑт шырама пуҫланӑ.
7 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ* ҫитнӗ, ҫавӑн чухне Пасха путеккине пусмалла пулнӑ. 8 Иисус Пётрпа Иоана каланӑ: «Кайӑр та хамӑр валли Пасха апачӗ хатӗрлӗр». 9 Вӗсем унран: «Пирӗн ӑна ӑҫта хатӗрлес?» — тесе ыйтнӑ. 10 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Хулана кӗрсен эсир тӑм кӑкшӑмпа шыв йӑтса пыракан ҫынна тӗл пулатӑр. Ун хыҫҫӑн кайӑр та вӑл хӑш киле кӗрет, ҫавӑнта кӗрӗр. 11 Вара ҫав килӗн хуҫине калӑр: „Вӗрентекен: ‚Эпӗ хамӑн вӗренекенсемпе пӗрле Пасха апатне ҫимелли хӑна пӳлӗмӗ ӑҫта?‘ — тесе ыйтать“. 12 Вӑл сире ҫӳлти пысӑк пӳлӗме кӑтартӗ, унта мӗн кирли веҫех пулӗ. Пасха апатне ҫавӑнта хатӗрлӗр». 13 Вӗсем кайнӑ та, веҫех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Вара вӗсем Пасха валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ.
14 Каҫ пулсан, вӑл апостолсемпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ*. 15 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Асап куриччен малтан эпӗ сирӗнпе ҫак Пасха апатне питӗ ҫиесшӗнччӗ. 16 Калатӑп сире: Пасха апачӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑ пурте Турӑ Патшалӑхӗнче пурнӑҫланиччен эпӗ ӑна урӑх ҫимӗп». 17 Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр. 18 Калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр эпӗ ҫак хӗрлӗ эрехе урӑх ӗҫмӗп».
19 Унтан вӑл ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вара каланӑ: «Ҫак ҫӑкӑр манӑн кӗлеткене пӗлтерет, ӑна сирӗншӗн парӗҫ. Ҫакна мана аса илсе тӑвӑр». 20 Каҫхи апат хыҫҫӑн вӑл ҫавӑн пекех курка илнӗ те каланӑ: «Ҫак курка сирӗншӗн тӑкӑнас юнӑмпа ҫирӗпленекен ҫӗнӗ килӗшӗве пӗлтерет.
21 Анчах манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех мана сутакан ларать. 22 Этем Ывӑлӗ, малтанах каласа хунӑ пек, хӑйӗн ҫулӗпе пырать, ҫавах та ӑна сутакана хуйхӑ пулӗ!» 23 Вара вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче: «Кам ҫакна тума пултарӗ-ши?» — тесе калаҫма пуҫланӑ.
24 Вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки хӗрӳллӗн тавлашма тытӑннӑ. 25 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, власть пуррисене ырӑлӑх тӑвакансем теҫҫӗ. 26 Сирӗн вара ун пек пулмалла мар. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, ертсе пыраканни тарҫӑ пек пултӑр*. 27 Хӑшӗ аслӑрах: сӗтел хушшинче лараканни-и* е ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ-и? Сӗтел хушшинче лараканни мар-и вара? Эпӗ вара сирӗн хушшӑрта тарҫӑ пек ӗҫлесе тӑратӑп.
28 Эпӗ йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне эсир манпа пӗрле пултӑр. 29 Манӑн Атте манпа килӗшӳ тунӑ пек, эпӗ те сирӗнпе Патшалӑх пирки килӗшӳ тӑватӑп. 30 Ҫапла вара эсир манӑн Патшалӑхра ман сӗтел хушшинче ӗҫсе ҫийӗр тата Израилӗн 12 йӑхне суд тума престолсем ҫине ларӑр.
31 Си́мон, Си́мон, Шуйттан сире тулла алланӑ пек аллама ирӗк ыйтрӗ. 32 Анчах санӑн ӗненӳ ан пӗттӗр тесе эпӗ саншӑн хӗрӳллӗн кӗлтурӑм. Хӑв таврӑнсан тӑванусене ҫирӗплет». 33 Пётр ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр». 34 Анчах Иисус каланӑ: «Пётр, калатӑп сана: паян автан авӑтичченех эсӗ мана пӗлместӗн тесе виҫӗ хут тунӑн».
35 Унтан вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, сандалисӗр янӑ чухне сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем: «Пулмарӗ», — тенӗ. 36 Вӑл вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ камӑн укҫа енчӗкӗ пур, ҫавӑ ӑна илтӗр, хутаҫ та илтӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, ҫавӑ хӑйӗн ҫиелти тумтирне сутса хӗҫ туянтӑр. 37 Калатӑп сире: ман ҫинче „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланмалла. Ман ҫинчен мӗн ҫырни пурнӑҫланса пырать». 38 Вара вӗсем каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, акӑ кунта икӗ хӗҫ пур». Вӑл вӗсене: «Ҫитет», — тенӗ.
39 Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Олива тӑвӗ ҫине кайнӑ, унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 40 Вырӑна ҫитсен вӑл вӗсене каланӑ: «Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен кӗлтӑвӑр». 41 Хӑй вара вӗсем патӗнчен кӑшт аяккарах* кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтума пуҫланӑ: 42 «Атте, кӑмӑлу пулсан, ҫак куркана манран сирсе ярсам. Ҫапах та ман ирӗк мар, сан ирӗкӳ пултӑр». 43 Вара тӳперен ангел аннӑ та ӑна ҫирӗплетнӗ. 44 Чунӗ ҫав тери пӑлханнӑран вӑл тата хытӑрах кӗлтунӑ, унӑн тарӗ юн тумламӗ пек ҫӗр ҫине тумланӑ. 45 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем, хуйхӑрнипе халтан кайнӑскерсем, ҫывӑрса кайнине курнӑ. 46 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Тӑрӑр, илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен кӗлтӑвӑр».
47 Вӑл ҫакна каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ, ҫав халӑх умӗнче вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптӑвас тесе ун патне пынӑ. 48 Иисус ӑна: «Иуда, эсӗ Этем Ывӑлне чуптусах сутатӑн-и?» — тенӗ. 49 Иисуспа юнашар тӑнисем мӗн пулса тухассине ӑнланса илсен: «Ҫӳлхуҫа, хӗҫсене кӑларар мар-и?» — тесе ыйтнӑ. 50 Вӗсенчен пӗри вара хӗҫне чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. 51 Анчах Иисус: «Ҫитӗ!» — тенӗ. Унтан чуран хӑлхине сӗртӗнсе ӑна сыватнӑ. 52 Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, храмӑн хурал пуҫлӑхӗсене тата старейшинӑсене Иисус каланӑ: «Эсир мана тытма хӗҫсемпе, чукмарсемпе килтӗр-и? Эпӗ вӑрӑ-хурах-им? 53 Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле храмра пултӑм, эсир ун чухне мана тӗкӗнмерӗр. Анчах халӗ сирӗн вӑхӑт, тӗттӗмлӗх влаҫӗ».
54 Иисуса ярса тытнӑ та чи аслӑ священникӑн ҫуртне илсе кайнӑ. Пётр вара вӗсем хыҫҫӑн аякран пынӑ. 55 Ҫынсем картишӗнче кӑвайт чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсем патне Пётр та пырса ларнӑ. 56 Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Пётр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: «Ҫак ҫын та унпа пӗрлеччӗ», — тенӗ. 57 Анчах Пётр тунса ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ ӑна пӗлместӗп», — тенӗ. 58 Кӑштахран ӑна тепӗр ҫын курнӑ та каланӑ: «Эсӗ те вӗсенчен пӗри». Анчах Пётр: «Ҫук», — тенӗ. 59 Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, тата тепӗр ҫын ҫирӗппӗн каланӑ: «Ку ҫын чӑнах та унпа пӗрлеччӗ, ку Галиле́я ҫынни вӗт!» 60 Анчах Пётр ӑна хирӗҫ: «Пӗлместӗп, тем калаҫатӑн эсӗ», — тесе каланӑ. Ҫав самантрах, вӑл каласа тӑнӑ хушӑрах, автан авӑтса янӑ. 61 Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Пётр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ. Вара Пётр хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн каланине — «Паян автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн» тенине — аса илнӗ. 62 Вӑл тухнӑ та татӑлсах макӑрнӑ.
63 Иисуса хуралласа тӑракансем унран мӑшкӑлласа кулма, ӑна хӗнеме пуҫланӑ. 64 Унӑн питне хупласа вӗсем ӑна: «Эй, пророк, кала-ха, сана кам ҫапрӗ?» — тенӗ. 65 Вӗсем ӑна урӑх сӑмахсемпе те нумай хурланӑ.
66 Тул ҫутӑлсан, халӑх старейшинисем — аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем — Синедрионра пуҫтарӑннӑ. Иисуса вӗсем патне илсе пынӑ, вӗсем ӑна каланӑ: 67 «Эсӗ Христос пулсан, кала пире». Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире каласан та, эсир ӗненмӗр. 68 Хӑвӑртан ыйтсан та, эсир хуравламӑр. 69 Анчах ҫак вӑхӑтран пуҫласа малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енче ларӗ». 70 Вара вӗсем пурте: «Апла эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-и?» — тесе ыйтнӑ. Иисус: «Вӑл эпӗ тесе эсир хӑвӑр калатӑр», — тесе хуравланӑ. 71 Вӗсем каланӑ: «Урӑх пире свидетельсем мӗн тума кирлӗ? Вӑл хӑй ҫакна каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр».
23 Унтан вӗсем пурте тӑнӑ та Иисуса Пила́т патне илсе кайнӑ. 2 Вӗсем Иисуса ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ҫак ҫын халӑха пӑлхав ҫӗклеме хистет, цезаре* налог тӳлеме хушмасть тата хӑйне Христос, патша тет». 3 Пила́т унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах калатӑн», — тесе хуравланӑ. 4 Унтан Пила́т аслӑ священниксене тата халӑха каланӑ: «Эпӗ ҫак ҫынра нимӗнле айӑп та курмастӑп». 5 Анчах лешсем ҫине тӑрсах каланӑ: «Вӑл Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудея тӑрӑх хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ халӗ кунта та килчӗ». 6 Ҫакна илтсен Пила́т: «Вӑл Галиле́я ҫынни-им?» — тесе ыйтнӑ. 7 Вӑл И́род тытса тӑракан ҫӗрти ҫын иккенне пӗлсен, Пила́т ӑна И́род патне янӑ, ҫав кунсенче И́род шӑпах Иерусалимра пулнӑ.
8 Иисуса курсан И́род питӗ савӑннӑ, ун ҫинчен нумай илтнӗрен вӑл ӑна тахҫанах курасшӑн пулнӑ тата хӑйне Иисус мӗнле те пулин тӗлӗнмелле ӗҫ туса кӑтартасса шаннӑ. 9 И́род ӑна нумай ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те хуравламан. 10 Ҫавӑнта тӑракан аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем мала тухса тӑрса Иисуса хытӑ айӑпланӑ. 11 Вара И́род хӑйӗн салтакӗсемпе пӗрле ӑна хурласа пӗтернӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑнтартса унран кулнӑ, унтан ӑна каялла Пила́т патне янӑ. 12 Иродпа Пила́т, унччен пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑскерсем, ҫав кун туслашса кайнӑ.
13 Унтан Пила́т аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14 вӗсене каланӑ: «Эсир ҫак ҫынна вӑл халӑха пӑлхав ҫӗклеме хистет тесе ман пата илсе килтӗр. Акӑ эпӗ ӑна хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах эсир ку ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр, ҫавӑншӑн вӑл айӑплӑ маррине куртӑм. 15 И́род та унра нимӗнле айӑп та тупман, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑна пирӗн пата каялла ячӗ. Эппин, ҫак ҫын вилӗме тивӗҫлине нимӗн те туман. 16 Ҫавӑнпа эпӗ ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерӗп те ирӗке кӑларӑп». 17 ——* 18 Анчах пӗтӗм халӑх: «Вӗлерттер ӑна! Пире Вараввӑна кӑларса пар!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 19 (Ҫав ҫынна хулара пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ пулнӑ.) 20 Пила́т Иисуса ирӗке кӑларасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсемпе татах калаҫма пуҫланӑ. 21 Вара вӗсем: «Пӑталаттар ӑна! Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрма тытӑннӑ. 22 Пила́т вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара вӑл? Ӑна вӗлерме эпӗ унра нимӗнле айӑп та тупаймарӑм, ҫавӑнпа эпӗ ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерӗп те ирӗке кӑларӑп». 23 Анчах вӗсем ҫине тӑрсах, хыттӑн кӑшкӑрса, Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Вӗсем ҫав тери хытӑ кӑшкӑрнӑран 24 Пила́т вӗсем ыйтнӑ пек тума килӗшнӗ. 25 Вӑл леш ҫынна, пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере, вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ, Иисуса вара, вӗсем каланӑ пек, пӑталаттарнӑ.
26 Иисуса илсе кайнӑ чухне салтаксем хиртен килекен Си́мон ятлӑ Кире́на ҫыннине ярса тытнӑ та унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине юпа хурса ӑна Иисус хыҫҫӑн йӑтса пыма хушнӑ. 27 Иисус хыҫӗнчен питӗ нумай ҫын пынӑ. Вӗсем хушшинче хуйхӑрнипе хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапса, уласа макӑрса пыракан хӗрарӑмсем те пулнӑ. 28 Иисус хӗрарӑмсем енне ҫаврӑнса каланӑ: «Иерусалим хӗрӗсем, маншӑн ан макӑрӑр. Хӑвӑршӑн тата хӑвӑр ачӑрсемшӗн макӑрӑр, 29 мӗншӗн тесен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне: „Ача тӑвайман, ҫуратман, кӑкӑр ӗмӗртмен хӗрарӑмсем телейлӗ!“ — тейӗҫ. 30 Ҫавӑн чухне ҫынсем тусене: „Ӳкӗр пирӗн ҫине!“ — теме пуҫлӗҫ, сӑртсене: „Хупласа хурӑр пире!“ — тейӗҫ. 31 Йывӑҫра сӗткен пур чухне ҫапла пулать пулсан, вӑл типсе ларсан мӗн пулӗ?»
32 Иисуспа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна юпа ҫине пӑталама илсе пынӑ, вӗсем преступниксем пулнӑ. 33 Пуҫ купташки текен вырӑна ҫитсен салтаксем Иисуса та, унпа юнашар ҫав икӗ преступника та юпасем ҫине пӑталанӑ: пӗрне — унӑн сылтӑм енне, теприне — сулахай енне. 34 Иисус каланӑ: «Атте, каҫар вӗсене, вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ». Унтан салтаксем шӑпа ярса унӑн тумтирне пайланӑ. 35 Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем вара унран кулса каланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ-ҫке. Вӑл Турӑ янӑ Христос пулсан, Турӑ суйласа илнӗскер пулсан, хӑйне хӑй ҫӑлтӑр». 36 Унран салтаксем те мӑшкӑлласа кулнӑ, ун патне пырса йӳҫӗ эрех сӗнсе 37 ӑна каланӑ: «Эсӗ иудейсен патши пулсан, хӑвна хӑв ҫӑл». 38 Унӑн пуҫӗ тӑрринче «Ку иудейсен патши» тесе ҫырса хуни пулнӑ.
39 Преступниксенчен пӗри ӑна ҫапла хӑртма пуҫланӑ: «Эсӗ Христос мар-им? Хӑвна та, пире те ҫӑл!» 40 Анчах тепри ӑна питлесе каланӑ: «Эсӗ Турӑран пачах та хӑрамастӑн-им? Сана хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке! 41 Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, эпир хамӑр ӗҫсемшӗн тивӗҫлине илетпӗр. Ҫак ҫын вара нимӗнле усал ӗҫ те туман». 42 Унтан вӑл каланӑ: «Иисус, Патша пулса тӑрсан*, аса илсем мана». 43 Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана паян: эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн».
44 Кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет* тӗлнелле пулнӑ пулин те, ҫавӑнти пӗтӗм ҫӗре тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫакӑ кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетчен* тӑсӑлнӑ, 45 мӗншӗн тесен хӗвел ҫути курӑнма пӑрахнӑ. Храмри чаршав вара ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 46 Иисус хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Атте, хамӑн сывлӑшӑма сан аллуна паратӑп!» Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вилсе кайнӑ*. 47 Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ*, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтама пуҫласа ҫапла каланӑ: «Ку чӑнах та тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен». 48 Иисуса пӑталанине курма пуҫтарӑннӑ халӑх мӗн пулса иртнине курсан, хӑйсене кӑкӑрӗсенчен ҫапа-ҫапа килӗсене саланнӑ. 49 Иисуса пӗлекенсем пурте, ҫав шутрах унпа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем те, ҫакна пурне те аякран пӑхса тӑнӑ.
50 Унта Иосиф ятлӑ ырӑ та тӳрӗ ҫын пулнӑ, вӑл иудейсен Аслӑ судӗнчи* ҫын пулнӑ. 51 (Вӑл вӗсен каварлӑ ӗҫне хутшӑнман, вӗсем мӗн тӑвасшӑн пулнипе килӗшмен.) Иосиф Аримафейӑран, иудейсен хулинчен, пулнӑ. Вӑл Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтнӗ. 52 Ҫак ҫын Пила́т патне пырса хӑйне Иисусӑн кӗлеткине пама ыйтнӑ. 53 Вӑл унӑн кӗлеткине юпа ҫинчен антарса паха йӗтӗн пирпе чӗркенӗ те ту хысакӗнче касса тунӑ тупӑклӑха хунӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ. 54 Ҫав кун хатӗрленмелли кун пулнӑ. Шӑматкун ҫитсе пынӑ. 55 Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем те тупӑклӑх патне кайнӑ, вӗсем тупӑклӑха тата унӑн кӗлеткине мӗнле хунине курасшӑн пулнӑ. 56 Унтан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ курӑксемпе сӗрмелли ҫусем хатӗрлеме каялла таврӑннӑ. Шӑматкун вара, закона пӑхӑнса, вӗсем каннӑ.
24 Эрнен малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗрарӑмсем хӑйсем маларах хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ курӑксене илсе тупӑклӑх патне кайнӑ. 2 Унта ҫитсен вӗсем тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине курнӑ. 3 Вӗсем тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта Иисус Ҫӳлхуҫан кӗлетки пулман. 4 Вӗсем ним тума пӗлмесӗр тӑнӑ. Сасартӑк вӗсен умне ялтӑртатакан тумтир тӑхӑннӑ икӗ арҫын пырса тӑнӑ. 5 Хӗрарӑмсем, хӑранипе, куҫӗсене ҫӗклесе вӗсем ҫине пӑхма та хӑяйман. Ҫав арҫынсем вара вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир чӗрӗскере вилнисем хушшинче шыратӑр? 6 Вӑл кунта ҫук, вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Аса илӗр-ха, Галилейӑра пулнӑ чухнех вӑл сире 7 Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, ӑна юпа ҫине пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне вара вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ тесе каланӑччӗ». 8 Вара вӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене аса илнӗ. 9 Вӗсем каялла таврӑннӑ та вунпӗрӗшне тата ытти вӗренекенӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ. 10 Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем Мария Магдали́на, Иоа́нна, Иаков амӑшӗ Мария пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле пулнӑ ытти хӗрарӑмсем те ҫакӑн ҫинчен каласа панӑ. 11 Вӗсен сӑмахӗсем апостолсене пуш сӑмах пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
12 Пётр вара тӑнӑ та тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхсан унта выртакан йӗтӗн пирсене ҫеҫ курнӑ. Вара мӗн курнинчен тӗлӗнсе унтан кайнӑ.
13 Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран 11 ҫухрӑма яхӑн* аякра вырнаҫнӑ Эмма́ус ятлӑ яла кайнӑ. 14 Вӗсем пӗр-пӗринпе мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫса пынӑ.
15 Ҫапла вӗсем калаҫса пынӑ вӑхӑтра вӗсем патне Иисус пынӑ та вӗсемпе пӗрле утса кайнӑ, 16 анчах вӗсем ӑна палласа илеймен. 17 Вӑл вӗсенчен: «Эсир мӗн ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫса пыратӑр?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсем чарӑнса тӑнӑ, вӗсен сӑнӗсем салхуллӑ пулнӑ. 18 Вӗсенчен пӗри, Клео́па ятли, ӑна каланӑ: «Эсӗ кунти ҫын мар-им? Иерусалимра никампа калаҫмасӑр пурӑнатӑн-им? Ҫак кунсенче хулара мӗн пулса иртнине мӗнле-ха эсӗ пӗлместӗн?»* 19 Вӑл вӗсенчен: «Мӗн ҫинчен?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсем хуравланӑ: «Назаре́т Иисусӗпе мӗн пулни ҫинчен. Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗсемпе те, сӑмахӗсемпе те хӑватлӑччӗ. 20 Пирӗн аслӑ священниксемпе пуҫлӑхсем ӑна вӗлерме тытса пачӗҫ, унтан ӑна юпа ҫине пӑталаттарчӗҫ. 21 Эпир вара Израиле хӑтараканни ҫавӑ тесе шанаттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ пулса иртнӗренпе паян виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ. 22 Ҫитменнине тата, хамӑрӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмсен сӑмахӗсем пире тӗлӗнтерсех ячӗҫ. Вӗсем ирхине ирех тупӑклӑх патне кайнӑ, 23 анчах унта унӑн кӗлеткине тупайман. Таврӑнсан вӗсем хӑйсене ангелсем курӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ, ангелсем Иисус чӗрӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ терӗҫ. 24 Вара хамӑр ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем тупӑклӑх патне кайса пӑхнӑ та, хӗрарӑмсем каланӑ пекех, тупӑклӑх пушӑ пулнине курнӑ, ӑна хӑйне вара вӗсем курман».
25 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗн тери эсир тавҫӑрусӑр-ҫке! Пророксем мӗн каланисене ӗненме сире мӗн тери йывӑр! 26 Христосӑн ҫак асапсене курмалла марччӗ-и-ха? Ун хыҫҫӑн вара мухтава тухмалла марччӗ-и?» 27 Вара вӑл Моисейран тата пур пророкран та пуҫласа Ҫырура хӑйӗн ҫинчен мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.
28 Вӗсем хӑйсем ҫитес тенӗ ял патне ҫитнӗ. Иисус малалла каясшӑн пек пулнӑ. 29 Анчах вӗсем ӑна ярасшӑн пулман. Вӗсем: «Кун каҫ еннелле сулӑнчӗ, кӗҫех тӗттӗмленет, пирӗнпе юл», — тенӗ. Вара вӑл вӗсемпе пӗрле юлнӑ. 30 Вӗсемпе пӗрле апат ҫиме ларсан*, вӑл ҫӑкӑр илсе кӗлтунӑ та* ӑна хуҫа-хуҫа вӗсене панӑ. 31 Ҫавӑн чухне вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, вара вӗсем ӑна палласа илнӗ, анчах вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ. 32 Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса пынӑ чухне, Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнлантарса панӑ* чухне пирӗн чӗресем тем пек хавхаланмарӗҫ-и* вара?» 33 Вӗсем тӳрех тӑнӑ та Иерусалима таврӑннӑ. Унта вӗсем 11 апостола тата вӗсемпе пӗрле пухӑннӑ ытти вӗренекенсене тупнӑ. 34 Вара пухӑннисем: «Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, вӑл Симона курӑннӑ!» — тенӗ. 35 Икӗ вӗренекенӗ те хӑйсемпе ҫул ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен тата Иисус ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне хӑйсем ӑна мӗнле палласа илни ҫинчен каласа панӑ.
36 Вӗсем ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем хушшине Иисус пырса тӑнӑ та: «Мир* пултӑр сире!» — тенӗ. 37 Анчах вӗсем, ҫав тери хӑраса ӳкнӗрен, куҫа темӗнле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 38 Вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир аптраса ӳкрӗр? Мӗншӗн хӑвӑр ӑшӑрта иккӗленме пуҫларӑр? 39 Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: ку эпӗ. Мана тытса пӑхӑр. Куратӑр вӗт, манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавсем ҫук». 40 Ҫакна каласан, вӑл вӗсене хӑйӗн аллисемпе урисене кӑтартнӑ. 41 Анчах вӗсем савӑннипе тата тӗлӗннипе ӗненмесӗр тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» — тесе ыйтнӑ. 42 Вӗсем ӑна ӑшаланӑ пулӑ татӑкӗ панӑ, 43 вӑл ӑна илнӗ те вӗсем умӗнчех ҫисе янӑ.
44 Унтан вӑл каланӑ: «Хӑвӑрпа пӗрле пулнӑ чухнех эпӗ сире ман ҫинчен Моисей законӗнче, пророксен кӗнекисенче тата Псаломсенче мӗн ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тенӗччӗ». 45 Вара вӑл вӗсене Ҫырура мӗн каланине ӑнланма пулӑшнӑ*. 46 Унтан вӗсене каланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: Христос асап курӗ, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, 47 ун ячӗпе Иерусалимран пуҫласа пур халӑха та ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен ӳкӗнмелле тесе пӗлтерсе тухӗҫ. 48 Эсир ҫакӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем пулатӑр. 49 Эпӗ сире Атте хӑвӑра мӗн пама сӑмах панӑ, ҫавна паратӑп. Эсир вара ҫӳлтен хӑват иличчен хуларах юлӑр».
50 Унтан вӑл вӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пӗрле пынӑ. Унта вӑл хӑйӗн аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ. 51 Пилленӗ чухне вӑл вӗсенчен уйрӑлса тӳпене ҫӗкленме пуҫланӑ. 52 Вара вӗсем ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, унтан питӗ савӑнса Иерусалима таврӑннӑ. 53 Вӗсем ялан храмра пулнӑ, Турра мухтаса тӑнӑ.
Ку вӑл I Аслӑ И́род.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ааро́н хӗрӗсенчен пӗри пулнӑ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «сывлӑшӗпе».
Е «ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пире валли ҫӑлӑнӑҫ мӑйракине ҫӗклерӗ».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «император».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «чунтан хисеплекен». Словарьте «Турӑран хӑрани» статьяна пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пӑхӑнса».
Е «император».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тетра́рх».
Ку вӑл И́род Анти́па.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ тумтир».
Е «никамран та укҫа вӑйпа туртса ан илӗр».
Ҫакӑ вӑл пӗрисене святой сывлӑшпа суйласа илессине, теприсене вутпа тӗп тӑвассине пӗлтерет.
Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен ывӑтса уйӑрма усӑ курнӑ кӗреҫе.
Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен тасатмалли вырӑн.
Хӑш-пӗр авалхи алҫырусем тӑрӑх, «Ио́сийӑн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «сӑваплӑ ӗҫ туса тӑр».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Урӑхла каласан, Галиле́я тинӗсӗ.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «Турӑ умне хумалли ҫӑкӑра».
Е «типнӗ; аллине паралич ҫапнӑ».
Е «йӑпатӑва».
Урӑхла каласан, процентсӑр кивҫен панӑ чухне.
Е «ҫӳппе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́нӑн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнмасть».
Е «Турӑ хушнине».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑслӑлӑхӑн тӳрӗлӗхӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».
Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ».
Е «пысӑк».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чул хысакӗ ҫине».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
Е «ҫӑва».
Авалхи Рим ҫарӗнчи салтаксен ушкӑнӗ. Пӗр легионра 4 000—6 000 салтак пулнӑ. Ҫакӑнта ҫак сӑмах салтаксен шучӗ нумай пулнине кӑтартса парать.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӑлӑнӗ».
Е «унӑн сывлӑшӗ (пурнӑҫ вӑйӗ) ун патне таврӑннӑ та».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗл те».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ аялти тумтир те».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тетра́рх».
Ку вӑл И́род Анти́па.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсене пилленӗ».
Е «хӑйӗн ирӗкне».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫне хума та вырӑн ҫук».
Е «ыталаса ан саламлӑр».
Е «канӑҫлӑх».
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «санӑн ятна сӑваплӑ тесе шутлаччӑр; санӑн яту хисеплентӗр».
Е «Кашни кун пире пӗр кун пурӑнмалӑх ҫӑкӑр парсам».
Урӑхла каласан, Шуйттанӑн.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӳрнипе».
Е «виҫмелли карҫинккапа».
Е «таса пулсан». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ансат пулсан».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал пулсан».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».
Ҫакӑ унӑн алли хура пулнине пӗлтермест, аллине еврейсен йӑли-йӗрки тӑрӑх ҫуманнине пӗлтерет.
Е «ҫаратассипе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрхенӳ парнисем панӑ чухне».
Медицинӑра тата апата тутӑ кӗртме усӑ курнӑ ӳсентӑран.
Е «чи лайӑх вырӑнсенче».
Е «тупӑклӑхсем пек».
Словаре пӑхӑр.
Е «салакайӑка».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ ассарипе». Ҫакӑ пӗр кунра ӗҫлесе илекен укҫан 1/8 пайӗ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «асӑрхамасӑр хӑвармасть».
Е, тен, «синагогӑсене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫав сехетре».
Е «хапсӑнасран».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр чике тӑршшӗ». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрхенӳ парнисем парӑр».
Е «пилӗкӗрсене ҫыхӑр».
Е «пилӗкне ҫыхӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «иккӗмӗш хурал черетӗнче». Урӑхла каласан, каҫхи 9 сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрччен.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче». Урӑхла каласан, ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 3 сехетчен.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетре».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетре».
Е «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ управляющи».
Е «хуҫин ирӗкӗпе килӗшӳллӗн туман».
Е «манӑн тепӗр майпа шыва кӗмелле».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «лептуна». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
10 кг яхӑн. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртӗҫ».
Е, тен, «сирӗн ҫурт пушанса юлать».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пусса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӗслӗх илсе панӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «каҫхи апат».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «курайми пулмасан».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗтӗм пурлӑхӗпе сывпуллашмасан».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пушхирте».
Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пӗр шухӑшсӑр; йӗркесӗр пурнӑҫпа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳпе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳпе».
Е «проституткӑсемпе».
Е «кил-ҫуртна пӑхса тӑракан; управляющи».
Е «100 бат». Ку вӑл 2 200 л. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Ку вӑл 22 000 л. 11-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫутӑ ывӑлӗсенчен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗ мар пуянлӑхпа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗ мар пуянлӑхпа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнӗ».
Е «Упӑшкинчен уйрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пурпур тата йӗтӗн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Авраа́м кӑкӑрӗ патне».
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ун кӑкӑрӗ патӗнче».
Е «такӑнтараканни».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».
Кунта тут йывӑҫӗ пирки сӑмах пырать.
А3-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-и».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗмӗрлӗх пурнӑҫа еткерлӗхе илес».
Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Е «суйса айӑпласа туртса илнӗ».
Е «патшалӑх».
Грек мини 340 г тайнӑ, 100 драхмӑпа танлашнӑ. Пӗр ми́на ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн виҫӗ уйӑха яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «патшалӑх».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗле».
Е «банка кайса хумарӑн».
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ачусене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳперен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
Е «императора».
Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ачасем».
Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «чи лайӑх вырӑнсенче».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫурчӗсене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ ле́пта». Ле́пта — иудейсен чи пӗчӗк пӑхӑр е бронза укҫи. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «йӗрке ҫукки; пӑлхав ҫӗклени».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тыта-тыта парӗҫ».
Е «суд тӑвас кунсем».
Урӑхла каласан, Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ ялсенчен пӗрне.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кунӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».
Е «ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑракан пек пултӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртаканни-и».
Е «чул ывӑтса ҫитерес чухлӗ».
Е «императора».
А3-мӗш приложение пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет ҫитиччен» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Е «унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Е «Синедрионри».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «60 стадире». 1 ста́ди — 185 м. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е, тен, «Иерусалима килнисенчен пӗр эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ».
Е «сӗтел хушшине хӑяккӑн выртсан».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пилленӗ те».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «туллин уҫса панӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫунмарӗҫ-и».
Е «канӑҫлӑх».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсен ӑсне туллин уҫнӑ».