Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Марк 1:1—16:8
  • Марк

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Марк
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Марк

МАРК

ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР

1 Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпарӑн пуҫламӑшӗ: 2 Иса́ия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «(Акӑ эпӗ сан умӑнтан хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ). 3 Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Иегова* валли ҫул хатӗрлӗр! Ун валли ҫулсене такӑрлатӑр!“» 4 Шыва кӗртекен Иоанн пушхире кайнӑ та унта ҫынсене ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен ӳкӗннине кӑтартса шыва кӗмелле тесе вӗрентнӗ. 5 Ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те ҫынсем пынӑ. Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ, вара вӑл вӗсене Иорда́н юханшывӗнче шыва кӗртнӗ. 6 Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе вара саранча тата пыл* ҫисе пурӑннӑ. 7 Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран хӑватлӑраххи килет. Эпӗ унӑн сандалин чӗнне пӗшкӗнсе салтма та тивӗҫлӗ мар. 8 Эпӗ сире шыва кӗртрӗм, вӑл вара ҫакна святой сывлӑшпа тӑвӗ*».

9 Ҫав кунсенче Галилейӑри Назаретран Иисус килнӗ, вара Иоанн ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ. 10 Шывран тухсанах Иисус тӳпе уҫӑлса кайнине, святой сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса хӑйӗн ҫине аннине курнӑ. 11 Тата тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ манӑн юратнӑ Ывӑлӑм. Эпӗ сана ырлатӑп».

12 Ҫавӑн хыҫҫӑнах сывлӑш* Иисуса пушхире илсе кайнӑ. 13 Вӑл пушхирте 40 кун пулнӑ, унта ӑна Шуйттан илӗртнӗ. Иисус тискер чӗрчунсем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем вара уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

14 Иоана тытса хупнӑ хыҫҫӑн Иисус Галилейӑна кайнӑ та Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерсе ҫӳренӗ. 15 Вӑл ҫапла каланӑ: «Палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ. Ӳкӗнӗр, ырӑ хыпара ӗненӗр».

16 Иисус Галиле́я тинӗсӗ хӗррипе утса пынӑ чухне тинӗсе сӗреке-тетел ывӑтакан Симонпа унӑн пӗртӑванне Андрея курнӑ. Вӗсем пулӑҫсем пулнӑ. 17 Иисус вӗсене каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, вара эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп». 18 Вӗсем ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ. 19 Кӑшт малалла кайсан Иисус Зеведе́й ывӑлӗсене — кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑракан Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ та 20 вӗсене тӳрех чӗннӗ. Вара вӗсем хӑйсен ашшӗне, Зеведея, тара тытнӑ ӗҫлекенӗсемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 21 Вӗсем Капернаума ҫитнӗ.

Шӑматкун ҫитсенех Иисус синагогӑна кӗнӗ те вӗрентме пуҫланӑ. 22 Ҫынсем вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен вӑл закон вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑран власть илнӗ ҫын пек вӗрентнӗ. 23 Ҫав вӑхӑтра синагогӑра усал сывлӑш ярса илнӗ ҫын пулнӑ. Вӑл кӑшкӑрса каланӑ: 24 «Назаре́т Иисусӗ, сана пирӗнтен мӗн кирлӗ? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ-и? Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ — Туррӑн Святойӗ!» 25 Анчах Иисус ӑна: «Чарӑн, тух ун ӑшӗнчен!» — тесе хушнӑ. 26 Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ. 27 Ҫынсем ҫав тери тӗлӗнсе кайнӑран хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫма пуҫланӑ: «Мӗн ку? Темле ҫӗнӗ вӗрентӳ! Вӑл усал сывлӑшсене хушать те, лешсем ӑна пӑхӑнаҫҫӗ». 28 Вара часах ун ҫинчен пӗтӗм Галиле́я тӑрӑх хыпар сарӑлнӑ.

29 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрейӑн килне кайнӑ. 30 Си́монӑн хунямӑшӗ чирлӗ выртнӑ, ӑна вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулнӑ. Иисуса тӳрех ун ҫинчен каланӑ. 31 Иисус ун патне пынӑ та ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ, вара ӑна вӗрилентерме пӑрахнӑ. Унтан Си́монӑн хунямӑшӗ вӗсене хӑналама тытӑннӑ.

32 Каҫхине, хӗвел анса ларсан, ун патне чирлисене тата демонсем ярса илнисене пурне те илсе пыма пуҫланӑ. 33 Пӗтӗм хула халӑхӗ алӑк умне пуҫтарӑннӑ. 34 Вӑл тӗрлӗ чирпе чирленӗ нумай ҫынна сыватнӑ, ҫынсем ӑшӗнчен нумай демона хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл демонсене хӑйӗн пирки калама ирӗк паман, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл Христос иккенне пӗлнӗ.

35 Вӑл ирхине ирех, тул ҫутӑличченех, тӑнӑ та ҫын ҫук ҫӗре тухса кайнӑ, унта кӗлтума пуҫланӑ. 36 Си́мон тата унпа пӗрле пулнисем вара ӑна шырама тытӑннӑ. 37 Иисуса тупсан вӗсем ӑна: «Сана пурте шыраҫҫӗ», — тенӗ. 38 Анчах вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Айтӑр урӑх ҫӗре, ҫывӑхри ялсемпе хуласене, каяр. Манӑн унта та ырӑ хыпар пӗлтермелле, эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ». 39 Вара вӑл пӗтӗм Галиле́я тӑрӑх синагогӑсенче ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ тата демонсене хӑваласа кӑларнӑ.

40 Пӗррехинче Иисус патне тилҫеллӗ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса ӑна йӑлӑннӑ: «Тасатас килсенех, эсӗ мана тасатма пултаратӑн». 41 Ҫав ҫынна шелленӗрен Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Тасатас килет! Тасал». 42 Ҫав самантрах ун ҫинчи тилҫе пӗтнӗ, вӑл тасалнӑ. 43 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус ӑна кайма хушнӑ, кайиччен хыттӑн асӑрхаттарнӑ: 44 «Асту, никама та нимӗн те ан кала. Священниксем эсӗ сывалнине курччӑр тесе хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, ху тасалнӑшӑн парне кӳр». 45 Анчах та лешӗ, унтан кайсанах, мӗн пулса иртни ҫинчен пур ҫӗрте те каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Иисус хуласене уҫҫӑн кӗме пултарайман, вӑл хула тулашӗнче, ҫынсем пурӑнман вырӑнсенче, ҫӳренӗ. Ҫав-ҫавах ҫынсем ун патне пур ҫӗртен те пынӑ.

2 Темиҫе кун иртсен, Иисус Капернаума таврӑннӑ. Вӑл килте пулни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. 2 Вара ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, алӑк патӗнче те вырӑн юлман. Иисус вӗсене ырӑ хыпар калама пуҫланӑ. 3 Ҫавӑн чухне ун патне тӑватӑ ҫын паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ. 4 Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран ӑна Иисус патне илсе пырайман, ҫавӑнпа вӗсем Иисус пулнӑ тӗлте ҫурт тӑрринче шӑтӑк тунӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна вырттарнӑ наҫилккипех антарнӑ. 5 Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ». 6 Ҫавӑнта закон вӗрентӳҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: 7 «Мӗншӗн ҫак ҫын ҫапла калать? Вӑл Турра хурлать. Турӑсӑр пуҫне ҫылӑхсене кам каҫарма пултартӑр?» 8 Иисус вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине тӳрех ӑнланса илнӗ, вара вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫапла шухӑшлатӑр? 9 Паралич ҫапнӑ ҫынна хӑшне калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и е „Тӑр та наҫилккуна илсе утса ҫӳре“ теме-и? 10 Ҫапах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма власть пуррине сирӗн пӗлмелле пултӑр тесе…» — тенӗ те паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: 11 «Калатӑп сана: тӑр та наҫилккуна илсе килне кай». 12 Лешӗ ҫав самантрах наҫилккине илсе пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Пурте шалт тӗлӗннӗ те Турра мухтаса ҫапла каланӑ: «Кун пеккине эпир нихӑҫан та курман».

13 Вӑл каллех тинӗс патне кайнӑ. Пӗтӗм халӑх ун патне пынӑ, вара вӑл вӗсене вӗрентме пуҫланӑ. 14 Малалла утса кайсан, вӑл налог пуҫтаракан ҫуртра ларакан Левия, Алфе́й ывӑлне, курнӑ. Вӑл ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ. 15 Каярахпа Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Ле́вий килӗнче апат ҫинӗ. Вӗсемпе пӗрле налог пуҫтаракансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑн пулнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ Иисус хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ. 16 Закон вӗрентӳҫисем, фарисейсем пулнисем, Иисус налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан, унӑн вӗренекенӗсене ҫапла калама пуҫланӑ: «Вӑл мӗн, налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫиет-и?» 17 Ҫакна илтсен Иисус вӗсене каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ».

18 Иоанӑн вӗренекенӗсен тата фарисейсен типӗ тытас йӑла пулнӑ. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗрисем Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Иоанӑн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ. Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем типӗ тытмаҫҫӗ?» 19 Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗрӳ каччӑн тусӗсем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне типӗ тытаҫҫӗ-и? Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ. 20 Анчах вӑхӑт ҫитсен, кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. 21 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пиртен саплӑк лартмасть. Апла тусан, ҫӗнӗ саплӑк кивӗ пире ҫурса ярӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. 22 Никам та ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе кивӗ сӑран хутаҫа ямасть. Ҫапла тусан, эрехӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ. Вара эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. Ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа яраҫҫӗ».

23 Пӗррехинче шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе утса пынӑ, унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата пынӑ. 24 Вара фарисейсем Иисуса каланӑ: «Пӑх-ха! Мӗншӗн вӗсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ?» 25 Иисус вӗсене каланӑ: «Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем выҫса ҫитнӗ чухне вӑл мӗн туни ҫинчен эсир нихӑҫан та вуламан-им? 26 Вӑл Авиафа́р аслӑ священник вӑхӑтӗнче Турӑ ҫуртне кӗнӗ те сӑваплӑ ҫӑкӑра*, священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман ҫӑкӑра, ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те панӑ». 27 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫынна шӑматкуншӑн туман, шӑматкуна ҫыншӑн тунӑ. 28 Ҫавӑнпа та Этем Ывӑлӗ — шӑматкун Хуҫи те».

3 Иисус каллех синагогӑна пынӑ, унта вара хӑрнӑ алӑллӑ ҫын* пулнӑ. 2 Фарисейсем, Иисуса айӑплас шухӑшпа, вӑл ҫак ҫынна шӑматкун сыватмӗ-ши тесе ӑна тимлӗн сӑнаса тӑнӑ. 3 Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: «Варрине тухса тӑр», — тенӗ. 4 Лешсене вара ҫапла каланӑ: «Закон тӑрӑх шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? Ҫын пурнӑҫне ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Вӗсем нимӗн те чӗнмен. 5 Иисус, вӗсем хытӑ чӗреллӗ пулнишӗн кулянса, вӗсем ҫине тарӑхса пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», — тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленнӗ. 6 Фарисейсем, унтан тухсанах, Иисуса вӗлерес тесе И́род майлӑ ҫынсемпе канашлама пуҫланӑ.

7 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тинӗс патне кайнӑ, Галилейӑран тата Иудейӑран питӗ нумай ҫын ун хыҫҫӑн пынӑ. 8 Вӑл тунӑ нумай ӗҫ ҫинчен илтсен, ун патне Иерусалимран та, Идумейӑран та, Иорда́н леш енчен те, Тирпа Сидо́н таврашӗнчен те питӗ нумай ҫын пынӑ. 9 Иисус хӑйне халӑх хӗсме пуҫласран вӗренекенӗсене хӑй валли кимӗ хатӗрлесе хума хушнӑ. 10 Вӑл нумай ҫынна сыватнӑран, йывӑр чирпе чирлекенсем пурте ӑна сӗртӗнесчӗ тесе ун тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ. 11 Усал сывлӑшсем те Иисуса курсан ун умне ӳксе: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 12 Анчах вӑл вӗсене хӑй кам пулнине калама хыттӑнах чарса тӑнӑ.

13 Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та хӑш-пӗр вӗренекенӗсене хӑйӗн патне чӗннӗ, вара вӗсем ун патне пынӑ. 14 Вӑл вуниккӗшне суйласа илнӗ те вӗсене апостолсем тесе ят панӑ. Вӗсен унпа пӗрле ҫӳремелле пулнӑ. Каярахпа вӑл вӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ. 15 Ҫавӑн пекех вӑл вӗсене демонсене хӑваласа кӑларма власть панӑ.

16 Иисус суйласа илнӗ 12 ҫын хушшинче ҫаксем пулнӑ: Си́мон (Иисус ӑна Пётр тесе те ят панӑ); 17 Зеведе́й ывӑлӗсем — Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн (Иисус вӗсене Воанерге́с тесе те ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тенине пӗлтерет); 18 Андрей; Филипп; Варфоломе́й; Матфей; Фома́; Алфе́й ывӑлӗ Иаков; Фадде́й; Си́мон Канани́т* 19 тата Иуда Искарио́т, каярахпа Иисуса сутнӑскер.

20 Иисус пӗр ҫурта кӗнӗ, вара каллех нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, Иисуспа унӑн вӗренекенӗсен апат ҫиме те май пулман. 21 Унӑн тӑванӗсем ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те, вӑл ӑсран кайнӑ тесе, ӑна илсе кайма пынӑ. 22 Иерусалимран килнӗ закон вӗрентӳҫисем вара ҫапла каланӑ: «Ун ӑшӗнче Веельзеву́л*. Демонсене вӑл демонсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 23 Иисус вӗсене чӗнсе илнӗ те ҫакӑн пек тӗслӗхсем илсе панӑ: «Шуйттан Шуйттана епле хӑваласа кӑлартӑр? 24 Патшалӑх хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан, ҫав патшалӑх тытӑнса тӑраймӗ. 25 Пӗр-пӗр кил те хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан тытӑнса тӑраймӗ. 26 Ҫавӑн пекех Шуйттан та хӑйне хирӗҫ кайса пайланса кайсан, вӑл тытӑнса тӑраймӗ, кӗҫех пӗтӗ. 27 Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтан ӑна ҫыхса пӑрахмасӑр никам та унӑн пурлӑхне ҫаратаймӗ. Ӑна ҫыхса пӑрахсан ҫеҫ ҫавна тума пулать. 28 Чӑн калатӑп сире: ҫынсем кирек мӗнле ҫылӑх тусан та, кирек мӗнле хурласа калаҫсан та — ҫаксем пурте каҫарӑнӗҫ. 29 Анчах кам святой сывлӑша хурлать, ҫавна нихӑҫан та каҫармӗҫ, вӑл ҫав ҫылӑхшӑн ӗмӗрӗпех айӑплӑ пулӗ». 30 Ҫакна Иисус вӗсем ун ӑшӗнче усал сывлӑш тенӗрен каланӑ.

31 Иисусӑн амӑшӗпе шӑллӗсем пынӑ та ӑна чӗнсе кӑларма ыйтнӑ, хӑйсем тулта кӗтсе тӑнӑ. 32 Иисус тавра халӑх ларнӑ. Ӑна: «Тулта санӑн аннӳпе шӑллусем тӑраҫҫӗ, сана чӗнеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ. 33 Вӑл вара каланӑ: «Кам манӑн анне? Камсем манӑн шӑллӑмсем?» 34 Унтан вӑл хӑй тавра ларакансем ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Акӑ манӑн анне, акӑ манӑн шӑллӑмсемпе пиччесем! 35 Кам Туррӑн ирӗкне туса тӑрать, ҫавӑ манӑн пичче-шӑллӑм та, аппа-йӑмӑк та, анне те пулать».

4 Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл кимӗ ҫине ларса ҫыранран кӑшт аяккарах ишсе кайнӑ, халӑх вара тинӗс хӗрринче тӑнӑ. 2 Вӑл тӗслӗхсем илсе парса нумай япала ҫинчен вӗрентнӗ. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 3 «Ӗнтӗ итлӗр. Акаҫӑ акма тухнӑ. 4 Акнӑ чухне хӑш-пӗр тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ. Кайӑксем вӗҫсе килнӗ те вӗсене ҫисе янӑ. 5 Теприсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ. Тӑпри тарӑн пулманран вӗсем часах шӑтса тухнӑ. 6 Анчах хӗвел тухсан калчасене ӗнтсе янӑ, тымар ҫуккине пула вӗсем типсе ларнӑ. 7 Хӑш-пӗр пӗрчисем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнӗ. Йӗплӗ ӳсентӑрансем ӳссе кайнӑ та калчасене пусса илнӗ, вара вӗсем ҫимӗҫ парайман. 8 Теприсем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ, вӗсем шӑтса тухнӑ та ӳссе ҫитӗнсе ҫимӗҫ пама пуҫланӑ: вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем акнинчен 30 хут, теприсем 60 хут, тата теприсем 100 хут ытларах панӑ». 9 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Итлеме хӑлха пурри итлетӗр».

10 Иисус пӗччен тӑрса юлсан, ун патне 12 апостолӗпе хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пынӑ та ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. 11 Вӑл вӗсене каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлме панӑ, ыттисемшӗн вара ҫаксем пурте — тӗслӗхсем кӑна. 12 Ҫапла вӗсем пӑхма пӑхаҫҫӗ, анчах курмаҫҫӗ, илтме илтеҫҫӗ, анчах пӗлтерӗшне ӑнланмаҫҫӗ. Вӗсем Турӑ патне нихӑҫан та таврӑнмӗҫ, тата вӗсене нихӑҫан та каҫармӗҫ». 13 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫак тӗслӗхе ӑнланмастӑр пулсан, ытти тӗслӗхсене мӗнле ӑнланса илейӗр?

14 Акаҫӑ сӑмах акать. 15 Тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтеҫҫӗ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑнах вӗсем патне Шуйттан килет те вӗсен ӑшне акнӑ сӑмаха илсе каять. 16 Пӗрчӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкни вара хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтсенех ӑна хаваспах йышӑннине пӗлтерет. 17 Анчах хӑйсен ӑшӗнче сӑмах тымар яманнине пула вӗсем нумайччен тытӑнса тӑраймаҫҫӗ, ҫав сӑмахшӑн хӗн курма тивсенех е хӑйсене хӗсӗрлеме тытӑнсанах, вӗсем ӗненме пӑрахаҫҫӗ. 18 Йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнисем те пур. Ку ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтеҫҫӗ, 19 анчах кулленхи пурнӑҫри* пӑшӑрханусем, ултавлӑ пуянлӑх тата темтепӗршӗн ҫунни вӗсен ӑшне кӗреҫҫӗ те сӑмаха пусса илеҫҫӗ, вара вӑл ҫимӗҫ памасть. 20 Пӗрчӗсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтсе ӑна хапӑл туса йышӑннине пӗлтерет: пӗрисем акнинчен 30 хут, теприсем 60 хут, тата теприсем 100 хут ытларах ҫимӗҫ параҫҫӗ».

21 Тата вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫутаткӑҫа карҫинккапа* хупласа хума е кравать айне лартма илсе килеҫҫӗ-и? Ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑна лартма илсе килмеҫҫӗ-и вара? 22 Кирек мӗнле вӑрттӑнлӑх та паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех. 23 Итлеме хӑлха пурри итлетӗр».

24 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ мӗн каланине тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, ытларах та парӗҫ. 25 Камӑн пур, ӑна тата ытларах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ».

26 Иисус малалла ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне акӑ мӗнпе танлаштарма пулать. Пӗр ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать. 27 Вӑл каҫхине ҫывӑрать, ирхине тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса тухать те ӳссе ҫитет, ҫын ҫакӑ мӗнле пулса пынине пӗлмест те. 28 Ҫӗр хӑй тӗллӗнех майӗпен ҫимӗҫ парать: малтан калча тухать, унтан пучах пулать, юлашкинчен вара пучах тырӑ пӗрчисемпе тулать. 29 Тырӑ пиҫсе ҫитсенех, ҫын аллине ҫурла тытать, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ».

30 Унтан вӑл каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарма пулать? Ӑна мӗнле тӗслӗхпе ӑнлантарса пама пулать? 31 Вӑл сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри евӗрлӗ. Акнӑ чухне вӑл ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен пуринчен те пӗчӗкрех. 32 Аксассӑн вара вӑл шӑтса ӳсет те пахчари мӗнпур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулса тӑрать. Вӑл пысӑк туратсем ярать, ҫапла вара вӗсен сулхӑнӗнче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ».

33 Ҫавӑн евӗрлӗ нумай тӗслӗх илсе парса, Иисус ҫынсене вӗсем ӑнланма пултарнӑ таран Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. 34 Вӑл вӗсемпе тӗслӗхсемсӗр калаҫман, анчах вӗренекенӗсене ыттисенчен уйрӑм пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.

35 Ҫав кунах, каҫ пулса килсен, вӑл вӗсене каланӑ: «Айтӑр тинӗс леш енне каҫар». 36 Вара вӗсем халӑха янӑ хыҫҫӑн Иисуспа пӗрле кимӗ ҫине ларса ишсе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле ытти кимӗсем те ишсе кайнӑ. 37 Сасартӑк питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, хумсем ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ. 38 Иисус вара кимӗ хӳринче пуҫелӗк* хурса ҫывӑрнӑ. Вӗсем ӑна вӑратнӑ та каланӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗтни саншӑн пурпӗрех-им?» 39 Вӑл тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Ан шавла! Лӑплан!» — тенӗ. Вара ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпланнӑ. 40 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑраса ӳкрӗр? Сирӗн халӗ те ӗненӳ ҫук-и?» 41 Вӗсем хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗ, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать!»

5 Вӗсем тинӗс тепӗр енчи Гера́са ҫӗрне ишсе ҫитнӗ. 2 Иисус кимӗ ҫинчен ансанах ун патне масар* ҫинчен усал сывлӑш ернӗ ҫын тухнӑ. 3 Вӑл масар ҫинче пурӑннӑ, ӑна ку таранччен никам та ҫыхса хурайман, сӑнчӑрпа та сӑнчӑрласа лартайман. 4 Ӑна нумай хутчен сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ пулнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗр тӑллисене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман. 5 Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн тусем ҫинче тата тупӑклӑхсем хушшинче кӑшкӑрса ҫӳренӗ, хӑйне чулсемпе каса-каса амантнӑ. 6 Вӑл, Иисуса аякранах курса, ун патне чупса пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 7 Унтан вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: «Иисус, Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ, сана манран мӗн кирлӗ? Мана асаплантармӑн тесе Турӑ ячӗпе тупа ту», — тенӗ, 8 мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух», — тенӗ пулнӑ. 9 Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтнӑ. «Эпӗ Легио́н* ятлӑ, мӗншӗн тесен эпир нумаййӑн», — хуравланӑ лешӗ. 10 Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав тӑрӑхран хӑваласа ан ятӑр тесе йӑлӑннӑ.

11 Ҫавӑнта ту айккинче сыснасен пӗр пысӑк кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12 Усал сывлӑшсем Иисуса: «Пире ҫав сыснасем ӑшне ярсам, вӗсен ӑшне кӗме ирӗк парсам», — тесе йӑлӑннӑ. 13 Вӑл вӗсене ирӗк панӑ. Усал сывлӑшсем ҫав ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара ҫав кӗтӳ — 2 000-е яхӑн сысна — чӑнкӑ ҫыранран тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 14 Сысна кӗтӗвне пӑхакансем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара тата хула таврашӗнче каласа панӑ. Вара ҫынсем мӗн пулса иртнине курма кайнӑ. 15 Вӗсем Иисус патне пырсан, унччен демонсен легионӗ ярса илнӗ ҫынна курнӑ. Ҫав ҫын, тумланнӑскер, чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 16 Унсӑр пуҫне, ҫак ӗҫсене курнӑ ҫынсем вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен — демонсем ярса илнӗ ҫынпа тата сыснасемпе мӗн пулни ҫинчен — каласа панӑ. 17 Вара ҫынсем Иисуса хӑйсен тавралӑхӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ.

18 Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне унччен демонсем ярса илнӗ ҫын ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайма йӑлӑннӑ. 19 Анчах Иисус ӑна хӑйӗнпе пӗрле илмен, вӑл ӑна каланӑ: «Эсӗ килне тӑванусем патне кай та вӗсене Иегова* хӑвшӑн мӗн туни ҫинчен, хӑвна мӗнле хӗрхенни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пар». 20 Вара ҫав ҫын унтан кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен Вунхула ҫӗрӗнче каласа ҫӳреме пуҫланӑ, ҫынсем пурте тӗлӗннӗ.

21 Иисус каллех кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне каҫнӑ. Вӑл тинӗс хӗрринче пулнӑ чухне ун патне халӑх нумаййӑн пуҫтарӑннӑ. 22 Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаи́р ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах вӑл ун ури умне ӳкнӗ те 23 йӑлӑна-йӑлӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн хӗрӗм вилес пек выртать. Пырсамччӗ, вӑл сывалтӑр та чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ». 24 Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Иисуса хӗссе ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.

25 Унта юн кайнипе 12 ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм пулнӑ. 26 Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑ, хӑйӗн пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, пачах урӑхла, унӑн сывлӑхӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑ. 27 Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтнӗ, ҫавӑнпа вӑл халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та унӑн ҫиелти тумтирне сӗртӗннӗ, 28 мӗншӗн тесен хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Унӑн ҫиелти тумтирне те пулин сӗртӗнсен, эпӗ сывалӑп». 29 Ҫав самантрах унӑн юн кайма чарӑннӑ, вара вӑл хӑйӗн йывӑр чирӗнчен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ.

30 Иисус, хӑйӗнчен хӑват тухнине тӳрех сиссе, халӑх енне ҫаврӑннӑ та: «Кам манӑн тумтире сӗртӗнчӗ?» — тесе ыйтнӑ. 31 Унӑн вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Халӑх хӑвна хӗссе тӑнине куратӑн-ҫке, ҫавах: „Мана кам сӗртӗнчӗ?“ — тесе ыйтатӑн». 32 Ҫав-ҫавах Иисус хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе йӗри-тавралла пӑхкаланӑ. 33 Хӗрарӑм, хӑй сывалнине ӑнланса илсе, хӑранипе чӗтресе ун патне пынӑ та ун умне ӳксе ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. 34 Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм, ху ӗненни сыватрӗ сана. Лӑпланса каях ӗнтӗ, ҫак йывӑр чир сана урӑх асаплантармӗ».

35 Иисус калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ҫынсем килнӗ те каланӑ: «Санӑн хӗрӳ вилсе кайрӗ. Вӗрентекене урӑх ан чӑрмантар ӗнтӗ». 36 Иисус ҫак сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ». 37 Вара вӑл Пётрпа Иаковсӑр пуҫне тата Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле никама та пыма хушман.

38 Вӗсем синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитсен, Иисус унта ҫынсем аптраса-пӑлханса тӑнине, макӑрнине, уласа йӗнине курнӑ. 39 Шала кӗрсен вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир шавлатӑр? Мӗншӗн макӑратӑр? Ача вилмен, вӑл ҫывӑрать». 40 Ҫакна илтсен ҫынсем унран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. Вара вӑл вӗсене пурне те тула тухма хушнӑ, унтан хӗрачан ашшӗпе амӑшне тата хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗрле илсе хӗрача выртакан ҫӗре кӗнӗ. 41 Хӗрачана аллинчен тытса вӑл ӑна: «Талифа́ ку́ми», — тенӗ, куҫарсан ҫакӑ «Хӗрӗм, калатӑп сана: тӑр!» тенине пӗлтерет. 42 Хӗрача тӳрех тӑнӑ та утса ҫӳреме пуҫланӑ. (Вӑл 12 ҫулта пулнӑ.) Ҫакна курсан пурте калама ҫук хытӑ савӑннӑ. 43 Иисус вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та ан калӑр тесе хытарсах каланӑ* тата ачана ҫимелли парӑр тенӗ.

6 Иисус унтан кайнӑ та хӑйӗн тӑван ҫӗрне килнӗ, ун хыҫҫӑн вӗренекенӗсем те пынӑ. 2 Шӑматкун ҫитсен, вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Ӑна итлекенсенчен нумайӑшӗ хытӑ тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Ҫакна вӑл ӑҫтан пӗлет? Кам ӑна ҫакӑн пек ӑслӑлӑх, ҫакӑн пек хӑватлӑ ӗҫсене тума пултарулӑх панӑ? 3 Вӑл платник мар-и? Вӑл Мария ывӑлӗ тата Иаковпа Иосифӑн, Иудӑпа Си́монӑн пиччӗшӗ мар-и? Унӑн йӑмӑкӗсем те пирӗн хушшӑмӑртах пурӑнмаҫҫӗ-и?» Ҫапла вӗсем ӑна ӗненесшӗн пулман. 4 Иисус вӗсене каланӑ: «Пророка пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ, ӑна тӑван ҫӗрӗнче, хурӑнташӗсем хушшинче тата хӑйӗн килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ». 5 Ҫавӑнпа вӑл унта нимӗнле хӑватлӑ ӗҫ те туман, темиҫе чирлӗ ҫын ҫине ҫеҫ аллине хурса сыватнӑ. 6 Иисус вӗсем ӗненменнинчен питӗ тӗлӗннӗ. Вара вӑл таврари ялсене кайнӑ та унта ҫынсене вӗрентнӗ.

7 Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене икшерӗн-икшерӗн яма пуҫланӑ. Вӑл вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма власть панӑ. 8 Иисус вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те: ҫӑкӑр та, хутаҫ та, пиҫиххи ӑшӗнче укҫа* та — илме хушман; 9 урисене сандали тӑхӑнма каланӑ, улӑштарса тӑхӑнмалли тумтир илмелле мар* тенӗ. 10 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Кирек хӑш киле кӗрсен те ҫав вырӑнтан кайиччен унтах юлӑр. 11 Мӗнле те пулин вырӑнта сире йышӑнмасан е итлемесен, унтан кайнӑ чухне урӑр ҫинчи тусана силлесе хӑварӑр, ҫапла эсир вӗсене асӑрхаттарнине кӑтартатӑр». 12 Вара вӗсем кайнӑ та ҫынсене ӳкӗнмелли ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. 13 Вӗсем нумай демона хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫупа сӗрнӗ тата сыватнӑ.

14 Ҫакӑн ҫинчен И́род* патша илтнӗ, мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен пур ҫӗрте те калаҫнӑ. Пӗрисем ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, акӑ мӗншӗн вӑл хӑватлӑ ӗҫсем тума пултарать». 15 Теприсем: «Вӑл Илия́», — тенӗ. Тата теприсем: «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», — тенӗ. 16 Ҫакна илтсен И́род: «Ку — эпӗ пуҫне кастарнӑ Иоанн, вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ», — тенӗ. 17 Унччен И́род Иоана арестлеме хушнӑ пулнӑ, вӑл ӑна сӑнчӑрласа тӗрмене хуптарнӑ. Ҫавна вӑл Иродиа́дӑшӑн, хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмӗшӗн, тунӑ, вӑл ӑна качча илнӗ пулнӑ. 18 Иоанн вара Ирода: «Закон тӑрӑх санӑн пиччӳн арӑмӗпе пурӑнма юрамасть», — тесе пӗрре анчах мар каланӑ. 19 Ҫавӑншӑн Иродиа́да Иоанн ҫине тарӑхса ҫӳренӗ, вӑл ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, анчах ҫавна тӑвайман, 20 мӗншӗн тесен И́род, Иоанн тӳрӗ те сӑваплӑ ҫын пулнине пӗлсе, унран хӑранӑ, вӑл ӑна хӳтӗленӗ. Иоана итленӗ чухне И́род унпа мӗн тумаллине пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ, ҫав-ҫавах вӑл ӑна итлеме юратнӑ.

21 Пӗррехинче Иродиа́дӑшӑн майлӑ вӑхӑт ҫитнӗ. И́род хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлама хӑйӗн аслӑ пуҫлӑхӗсем валли, ҫар пуҫӗсем тата Галилейӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсем валли каҫхи апат хатӗрленӗ. 22 Унта Иродиа́дӑн хӗрӗ пырса ташланӑ, вӑл ташлани Иродпа унӑн хӑнисене питӗ килӗшнӗ. Патша вара хӗре каланӑ: «Манран мӗн ыйтас килет, ҫавна ыйт — парӑп сана». 23 Тупа тусах И́род ӑна: «Эсӗ кирек мӗн ыйтсан та, парӑп сана, ҫур патшалӑх та парӑп», — тенӗ. 24 Хӗр тухнӑ та амӑшӗнчен: «Мӗн ыйтас-ши?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне ыйт», — тенӗ. 25 Хӗрӗ васкасах патша патне кӗнӗ те: «Эпӗ ҫакна ыйтасшӑн: мана халех тирӗк ҫинче Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне илсе килсе пар», — тенӗ. 26 Патша питӗ салхуланнӑ, анчах хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр мӗн ыйтнине тума килӗшнӗ. 27 Вара патша тӳрех хӑйӗн сыхлавҫине Иоанӑн пуҫне илсе килме хушнӑ. Лешӗ тӗрмене кайнӑ та Иоанӑн пуҫне каснӑ, 28 ӑна тирӗк ҫине хурса хӗре илсе килсе панӑ, хӗрӗ вара ӑна амӑшне панӑ. 29 Ҫакӑн ҫинчен илтсен, Иоанӑн вӗренекенӗсем килнӗ те унӑн кӗлеткине илсе кайса тупӑклӑха хунӑ.

30 Апостолсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ та хӑйсем мӗн туни ҫинчен тата мӗне вӗрентни ҫинчен ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. 31 Нумай ҫын килсе кайнине пула вӗсен апат ҫиме те вӑхӑт пулман. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене каланӑ: «Айтӑр ҫын ҫук ҫӗре каяр. Канӑр кӑштах». 32 Вара вӗсем пӗр хӑйсем ҫеҫ кимӗ ҫине ларса ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ. 33 Анчах ҫынсем вӗсем ишсе кайнине курнӑ, вара ҫакӑн ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ. Пур хуларан та ҫынсем унта чупса кайнӑ та ҫав вырӑна вӗсенчен маларах ҫитнӗ. 34 Кимӗ ҫинчен тухсан Иисус халӑх питӗ нумаййӑн пухӑннине курнӑ. Вӑл вӗсене питӗ шелленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек пулнӑ. Вара вӑл вӗсене нумай япала ҫинчен вӗрентме пуҫланӑ.

35 Каҫ пуласпа унӑн вӗренекенӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: «Ку — ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ. 36 Ҫынсене яр, вӗсем таврари ялсене кайса хӑйсем валли мӗн те пулин ҫимелли туянччӑр». 37 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр». Вӗсем вара каланӑ: «Апла, пирӗн 200 дина́рилӗх* ҫӑкӑр кайса илсе ӑна ҫынсене памалла-и?» 38 Вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? Кайса пӑхӑр-ха». Кайса пӗлсен вӗсем каланӑ: «Пиллӗк. Тата икӗ пулӑ пур». 39 Унтан вӑл ҫынсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине ларса тухма хушнӑ. 40 Вара ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн 100-шерӗн, 50-шарӑн ларса тухнӑ. 41 Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илнӗ те тӳпенелле пӑхса кӗлтунӑ*. Унтан вӑл ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа ҫынсене валеҫсе памашкӑн вӗренекенӗсене пама пуҫланӑ. Икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. 42 Пурте ҫисе тӑраннӑ. 43 Пулӑсемсӗр пуҫне, юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене 12 карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 44 Ҫӑкӑр ҫинӗ арҫынсен шучӗ 5 000 пулнӑ.

45 Ҫакӑн хыҫҫӑнах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тепӗр енне, Вифсаи́да еннелле, ишсе кайма хушнӑ. Хӑй вара халӑха ӑсатма юлнӑ. 46 Ҫынсемпе сывпуллашсан вӑл ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 47 Каҫ пулсан, кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ, Иисус вара ту ҫинче пӗчченех пулнӑ. 48 Тул ҫутӑласпа* Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем вӑйран кайса кӗсменпе авӑсса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ, вара вӑл тинӗс ҫийӗпе утса вӗсем патне кайнӑ, анчах вӑл вӗсенчен иртсе каяс пекех утнӑ. 49 Вӗсем, вӑл тинӗс ҫийӗпе утнине курсан, ку мӗлке тесе шухӑшланӑ та кӑшкӑрсах янӑ, 50 мӗншӗн тесен ӑна курсан вӗсем пурте хӑраса ӳкнӗ. Анчах Иисус вӗсене тӳрех каланӑ: «Хӑюллӑ пулӑр! Ан хӑрӑр, ку эпӗ». 51 Унтан вӑл вӗсем патне кимӗ ҫине ларнӑ та, ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, 52 мӗншӗн тесен ҫӑкӑрсемпе тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ мӗне пӗлтернине вӗсем ӑнланса илмен пулнӑ, вӗсен чӗрисем ҫавна халӗ те ӑнланма пултарайман.

53 Тинӗс урлӑ каҫсан, вӗсем Геннисаре́т ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗрринче якорь ярса чарӑнса тӑнӑ. 54 Вӗсем кимӗ ҫинчен тухсанах, ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те 55 ун ҫинчен пӗтӗм тавралӑха пӗлтерсе чупса ҫаврӑннӑ. Вара ҫынсем хӑйсем илтнӗ тӑрӑх Иисус ӑҫта пулнӑ, ҫав вырӑна чирлӗ ҫынсене наҫилккасемпе илсе пыма пуҫланӑ. 56 Вӑл кирек ӑҫта пырсан та — яла-и, хулана-и — пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене пасара илсе пырса вырттарнӑ. Вӗсем Иисуса ҫиелти тумтирӳн аркин ҫӳҫине те пулин сӗртӗнтерсем тесе йӑлӑннӑ. Камсем сӗртӗннӗ, ҫавсем пурте сывалнӑ.

7 Иерусалимран килнӗ фарисейсемпе хӑш-пӗр закон вӗрентӳҫисем Иисус тавра пуҫтарӑннӑ. 2 Вӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ирсӗрленнӗ алӑпа*, урӑхла каласан, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ. 3 (Фарисейсем, пур еврей пекех, ваттисен йӑлисене ҫирӗп тытса тӑнӑран аллине чавса таран ҫумасӑр апат ҫимеҫҫӗ, 4 пасартан килсен те ҫӑвӑнмасӑр ҫимеҫҫӗ. Вӗсем тата ытти нумай йӑлана ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, сӑмахран, куркасене, кӑкшӑмсене тата пӑхӑр савӑтсене шыва чиксе кӑлараҫҫӗ*.) 5 Ҫавӑнпа фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑли-йӗркине тытса тӑмаҫҫӗ: ирсӗрленнӗ алӑпа ҫиеҫҫӗ?» 6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Икӗпитлӗскерсем, сирӗн ҫинчен Иса́ия тӗрӗсех пророкла каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: „Ҫак ҫынсем мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, анчах чӗрисем вӗсен манран аякра. 7 Вӗсем мана пуҫҫапни усӑсӑр, мӗншӗн тесен вӗсен вӗрентӗвӗсем — ҫынсен заповечӗсем ҫеҫ“. 8 Эсир Туррӑн заповечӗсене сирсе яратӑр, ҫынсен йӑлисене вара ҫирӗп тытса тӑратӑр».

9 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Хӑвӑрӑн йӑласене тытса тӑрас тесе Туррӑн заповечӗсенчен пӑрӑнма эсир пит ӑста. 10 Тӗслӗхрен, Моисей ҫапла каланӑ: „Аҫупа аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне хурласа калаҫакана* вӗлерме тытса памалла“. 11 Эсир вара ҫапла калатӑр: „Ҫын хӑйӗн ашшӗне е амӑшне: ‚Эпӗ сана мӗнпе пулӑшма пултаратӑп, ҫавӑ корва́н (урӑхла каласан, Турра халалланӑ парне)‘, — тесе калать пулсан...“ 12 Ҫапла каласа эсир ӑна ашшӗшӗн е амӑшӗшӗн нимӗн тума та ирӗк памастӑр. 13 Ҫакӑн пек туса эсир хӑвӑр йышӑннӑ йӑла-йӗркесемпе Туррӑн сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр. Ҫавӑн пеккисене эсир нумай тӑватӑр». 14 Вара вӑл каллех халӑха чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Мана пурте итлӗр тата эпӗ мӗн каланине ӑнланса илме тӑрӑшӑр. 15 Ҫын ӑшне тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ӑна ирсӗрлетме пултараймасть, ҫын ӑшӗнчен тухаканни ӑна ирсӗрлетет». 16 ——*

17 Иисус халӑхран уйрӑлса пӳрте кӗрсен, унӑн вӗренекенӗсем унран ҫак тӗслӗх ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. 18 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир те вӗсем пекех ӑнланмастӑр-и? Эсир пӗлместӗр-и-мӗн: ҫын ӑшне тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ӑна ирсӗрлетме пултараймасть, 19 мӗншӗн тесен вӑл унӑн чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет, унтан вара тухать те канава каять». Ҫапла вӑл пӗтӗм апат-ҫимӗҫ таса пулнине кӑтартса панӑ. 20 Вӑл малалла каланӑ: «Ӑшран тухаканни ҫынна ирсӗрлетет. 21 Мӗншӗн тесен шалтан, ҫын чӗринчен, усал шухӑшсем тухаҫҫӗ, вӗсем аскӑнланасси*, вӑрласси, вӗлересси патне, 22 аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталасси, ҫӑткӑнланасси, усал ӗҫ тӑвасси, улталасси, намӑссӑрла хӑтланасси*, ӑмсанасси*, хурласси, мӑнкӑмӑлланасси патне тата ӑссӑрлӑх патне илсе ҫитереҫҫӗ. 23 Ҫак пӗтӗм усаллӑх шалтан тухать те ҫынна ирсӗрлетет».

24 Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидо́н таврашне кайнӑ. Унта вӑл пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Ҫавна вӑл никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗр ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ. 25 Иисус ҫинчен илтсенех ун патне пӗр хӗрарӑм пынӑ та унӑн ури умне ӳкнӗ, ҫав хӗрарӑмӑн пӗчӗк хӗрне усал сывлӑш ернӗ пулнӑ. 26 Вӑл грек хӗрарӑмӗ пулнӑ, Сирири Финикийӑра пурӑннӑ*. Вӑл Иисуса хӑйӗн хӗрӗ ӑшӗнчен демона хӑваласа кӑларма тархасланӑ. 27 Иисус вара ӑна каланӑ: «Малтан ачасем ҫисе тӑранччӑр. Ҫӑкӑра ачасенчен илсе йытӑ ҫурисене пӑрахса пани аван мар». 28 Хӗрарӑм вара ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ҫапли ҫапла та-ха, хуҫам. Анчах йытӑ ҫурисем те ачасем сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ». 29 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ ҫапла каланӑшӑн демон сан хӗрӳ ӑшӗнчен тухрӗ. Каях ӗнтӗ». 30 Вӑл хӑйӗн килне таврӑнсан хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ, демон ун ӑшӗнчен тухнӑ пулнӑ.

31 Тир хули таврашӗнчен таврӑннӑ чухне Иисус Сидо́н витӗр тата Вунхула ҫӗрӗ витӗр тухса Галиле́я тинӗсӗ патне ҫитнӗ. 32 Ҫавӑнта ун патне хӑлхи илтмен тата уҫӑмлӑн калаҫма пултарайман ҫынна илсе пынӑ та ун ҫине алӑ хума йӑлӑннӑ. 33 Иисус вара ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхисене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине тӗкӗннӗ. 34 Ун хыҫҫӑн вӑл тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа илнӗ те ӑна: «Еффафа́», — тенӗ. Ҫакӑ «Уҫӑл» тени пулать. 35 Вара ҫав ҫыннӑн хӑлхисем уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланма пӑрахнӑ, вӑл чиперех калаҫма пуҫланӑ. 36 Иисус ҫынсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, анчах вӑл вӗсене мӗн чухлӗ ытларах чарнӑ, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсем ҫакӑн ҫинчен каласа ҫӳренӗ. 37 Вӗсем калама ҫук хытӑ тӗлӗннӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: «Вӑл пӗтӗмпех лайӑх тӑвать. Вӑл хӑлхасӑррисене те илтекен тӑвать, чӗлхесӗррисене те калаҫакан тӑвать».

8 Ҫав кунсенче халӑх каллех питӗ нумай пухӑннӑ, вӗсен ҫимелли нимӗн те пулман. Ҫавӑнпа Иисус вӗренекенӗсене чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: 2 «Шел халӑха, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши манпа пӗрле, вӗсен ҫимелли нимӗн те ҫук. 3 Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аякран килнӗ вӗт». 4 Анчах вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫак халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла-ха?» 5 Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» Вӗсем: «Ҫиччӗ», — тенӗ. 6 Вара вӑл халӑха ҫӗр ҫине ларса тухма хушнӑ. Унтан вӑл ҫичӗ ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене пама пуҫланӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ. 7 Вӗсен тата темиҫе пӗчӗк пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн вӑл пуллисене те халӑха валеҫсе пама хушнӑ. 8 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене ҫичӗ пысӑк карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 9 Ҫавӑнта 4 000-е яхӑн арҫын пулнӑ. Унтан вӑл вӗсене янӑ.

10 Ҫавӑн хыҫҫӑнах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далману́фа ҫӗрне ишсе кайнӑ. 11 Унта фарисейсем пынӑ та унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем ӑна тӗрӗслес тесе тӳперен паллӑ кӑтартма ҫине тӑрсах ыйтнӑ. 12 Вӑл ассӑн сывласа илнӗ те каланӑ: «Мӗншӗн-ха ҫак ӑру паллӑ кӑтартма ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ҫак ӑрӑва нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ». 13 Вара вӑл вӗсене хӑварнӑ та каллех кимӗ ҫине ларса тинӗсӗн тепӗр енне ишсе кайнӑ.

14 Вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме манса кайнӑ, кимӗ ҫинче пӗр ҫӑкӑрсӑр пуҫне вӗсен ҫимелли нимӗн те пулман. 15 Иисус вӗсене асӑрхаттарса ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас чустинчен тата И́родӑн кӑвас чустинчен сыхланӑр». 16 Вара вӗсем ҫӑкӑр ҫуккишӗн пӗр-пӗринпе тавлашма пуҫланӑ. 17 Ҫакна асӑрхасан вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫӑкӑр ҫуккишӗн тавлашатӑр? Эсир халӗ те эпӗ мӗн каланине тавҫӑрса илейместӗр-и? Эсир халӗ те ӑнланаймастӑр-и? Сирӗн чӗресем халӗ те ӑнланма пултараймаҫҫӗ-и? 18 „Куҫ пур пулсан та курмастӑр-и? Хӑлха пур пулсан та илтместӗр-и?“ Эсир астумастӑр-им: 19 эпӗ пилӗк ҫӑкӑрпа 5 000 арҫынна тӑрантарнӑ чухне эсир юлнӑ татӑксене миҫе карҫинкка туллиех пуҫтартӑр?» Вӗсем ӑна: «Вуниккӗ», — тенӗ. 20 «Эпӗ ҫичӗ ҫӑкӑрпа 4 000 арҫынна тӑрантарнӑ чухне те эсир юлнӑ татӑксене миҫе пысӑк карҫинкка туллиех пуҫтартӑр?» Вӗсем ӑна: «Ҫиччӗ», — тенӗ. 21 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир халӗ те ӑнланмастӑр-и?»

22 Вӗсем Вифсаидӑна ҫитнӗ. Унта ҫынсем Иисус патне пӗр суккӑр ҫынна илсе пынӑ та ӑна сыватма йӑлӑннӑ. 23 Вара вӑл ҫак суккӑр ҫынна алран тытса ялтан ҫавӑтса тухнӑ. Иисус унӑн куҫӗ ҫине сурнӑ та ун ҫине хӑйӗн аллисене хунӑ, вара унран ыйтнӑ: «Эсӗ мӗн те пулин куратӑн-и?» 24 Лешӗ тавралла пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эпӗ ҫынсене куратӑп, анчах вӗсем утса ҫӳрекен йывӑҫсем пек курӑнаҫҫӗ». 25 Иисус каллех унӑн куҫӗсем ҫине хӑйӗн аллисене хунӑ, вара вӑл сывалнӑ та веҫех лайӑх курма пуҫланӑ. 26 Иисус ӑна: «Яла ан кӗр», — тесе килне янӑ.

27 Унтан Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Филипп Кесарийӗ ҫывӑхӗнчи ялсене кайнӑ. Ҫулпа пынӑ чухне вӑл вӗренекенӗсенчен ыйтса пӗлме пуҫланӑ: «Эпӗ кам пулни пирки ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?» 28 Вӗсем ӑна каланӑ: «Пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ, теприсем Илия́ теҫҫӗ, тата теприсем пророксенчен пӗри теҫҫӗ». 29 Вара вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр ман пирки мӗн шутлатӑр?» Пётр ӑна: «Эсӗ — Христос», — тесе хуравланӑ. 30 Анчах Иисус вӗсене хӑйӗн ҫинчен никама та калама хушман. 31 Унтан вӑл вӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ӑна старейшинӑсем, аслӑ священниксем тата закон вӗрентӳҫисем йышӑнас ҫукки ҫинчен, ӑна вӗлересси ҫинчен тата виҫӗ кунран вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калама* пуҫланӑ. 32 Вӑл ҫакӑн ҫинчен уҫҫӑн каланӑ. Анчах Пётр Иисуса айккинелле илсе кайнӑ та ӑна хирӗҫлеме* пуҫланӑ. 33 Вара Иисус вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Пётра сивлесе каланӑ: «Кай ман патран*, Шуйттан! Мӗншӗн тесен эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, ҫынсене юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».

34 Унтан Иисус хӑйӗн патне халӑха тата хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма* пӑрахтӑр та хӑйӗн асап юпине* илсе ман хыҫҫӑн пытӑр. 35 Мӗншӗн тесен кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тет, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам вара хӑйӗн пурнӑҫне маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн ҫухатать, ҫавӑ ӑна ҫӑлса хӑварӗ. 36 Чӑнах та, ҫын пӗтӗм тӗнчене туянсан, анчах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатсан, ӑна мӗн усси пулӗ? 37 Ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе мӗн пама пултараять? 38 Кам ҫак ҫылӑхлӑ та Турра шанчӑксӑр* ӑру умӗнче манран тата манӑн сӑмахсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те сӑваплӑ ангелсемпе пӗрле Ашшӗн мухтавӗпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ».

9 Тата вӑл вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине курмасӑр вилмӗҫ». 2 Тепӗр ултӑ кунран Иисус Пётра, Иакова тата Иоана илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине хӑпарнӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх никам та пулман. Унта вӑл вӗсен умӗнче улшӑннӑ: 3 унӑн тумтирӗ шап-шуррӑн ялтӑртатма пуҫланӑ, ҫӗр ҫинчи тумтир тасатакансенчен нихӑшӗ те ҫавнашкал шурӑ тума пултараймасть. 4 Ҫавӑн пекех вӗсене Илияпа Моисей курӑннӑ, вӗсем Иисуспа калаҫса тӑнӑ. 5 Унтан Пётр Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен*, кунта пире питӗ лайӑх! Айта эпир виҫӗ хӳшӗ туса лартатпӑр: пӗри сан валли, тепри Моисей валли тата тепри Илия́ валли». 6 Чӑннипе Пётр ним калама пӗлменрен ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 7 Акӑ пӗлӗт курӑнса кайнӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ, вара пӗлӗтрен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм. Итлӗр ӑна». 8 Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла пӑхса илнӗ те Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.

9 Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене хӑйсем мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман. 10 Вара вӗсем ҫавӑн ҫинчен никама та каласа паман*, анчах хӑйсем хушшинче вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни мӗне пӗлтерет-ши тесе калаҫнӑ. 11 Вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн закон вӗрентӳҫисем малтан Илия́ килмелле теҫҫӗ?» 12 Вӑл вӗсене каланӑ: «Малтан чӑнах та Илия́ килмелле те пӗтӗмпех хатӗрлесе хумалла. Апла пулсан, мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗ пирки унӑн нумай асап курмалла тата мӑшкӑл тӳсмелле тесе ҫырнӑ? 13 Калатӑп сире: Илия́ килнӗччӗ ӗнтӗ тата унпа, Ҫырура ун ҫинчен каланӑ пек, мӗн тӑвас тенине пурне те турӗҫ».

14 Иисуспа унӑн виҫӗ вӗренекенӗ ытти вӗренекенӗсем патне таврӑнсан, вӗсем тавра питӗ нумай ҫын тӑнине тата вӗсемпе закон вӗрентӳҫисем тавлашса тӑнине курнӑ. 15 Иисуса курсанах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, вара ӑна сывлӑх сунма ун патне чупса пынӑ. 16 Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» 17 Халӑх хушшинчен пӗри ӑна хуравланӑ: «Вӗрентекен, эпӗ сан пата хамӑн ывӑла илсе килтӗм, мӗншӗн тесен ун ӑшӗнче чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш. 18 Вӑл ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет, вара манӑн ывӑл ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма тата шӑлне шатӑртаттарма тытӑнать те халран каять. Эпӗ санӑн вӗренекенӳсене ҫак усал сывлӑша хӑваласа кӑларма ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 19 Иисус вӗсене каланӑ: «Ӗненмен ӑру! Хӑҫанччен манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен сире тӳсмелле-ши? Ман пата илсе килӗр ӑна». 20 Вара вӗсем арҫын ачана ун патне илсе пынӑ. Анчах усал сывлӑш Иисуса курсанах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ. Ача ҫӗре ӳкнӗ те ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларса йӑваланма тытӑннӑ. 21 Иисус унӑн ашшӗнчен ыйтнӑ: «Вӑл тахҫантанпах ҫапла-и?» Вӑл каланӑ: «Мӗн ачаранпах. 22 Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе час-часах е вута, е шыва пӑрахать. Эсӗ мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан, хӗрхенсем пире, пулӑшсам». 23 Иисус ӑна каланӑ: «„Тума пултаратӑн пулсан“ тетӗн-и? Ӗненекеншӗн пурте пулма пултарать». 24 Ҫав самантрах ачан ашшӗ кӑшкӑрса янӑ: «Эпӗ ӗненетӗп! Хытӑрах ӗненме пулӑшсам мана!»

25 Иисус хӑйсем патне халӑх чупса пуҫтарӑннине курсан усал сывлӑша чарса ҫапла каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх ун ӑшне ан кӗр!» 26 Лешӗ кӑшкӑрса янӑ та ачана тата хытӑрах чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пекех выртнӑ, ҫавӑнпа ҫынсенчен чылайӑшӗ: «Вилсе кайрӗ!» — тенӗ. 27 Анчах Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗ ури ҫине тӑнӑ. 28 Унтан Иисус пӳрте кӗнӗ, вара хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан вӗренекенӗсем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн эпир ӑна хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» 29 Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек усал сывлӑшсене кӗлтунипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать».

30 Вӗсем ҫав вырӑнтан тухнӑ та Галиле́я урлӑ кайнӑ, анчах вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман, 31 мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентесшӗн пулнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне сутӗҫ те ҫынсен аллине тытса парӗҫ, вӗсем ӑна вӗлерӗҫ. Вӗлерсен, виҫӗ кунран вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 32 Анчах та вӗренекенӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман, хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ.

33 Вӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӳртре пулнӑ чухне Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир мӗн пирки тавлашса пытӑр?» 34 Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ. 35 Вара вӑл ларнӑ та вуниккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каланӑ: «Кам пӗрремӗш пулас тет, ҫавӑн юлашки пулмалла тата пуриншӗн те тарҫӑ пулмалла». 36 Унтан вӑл пӗр ачана вӗсем умне тӑратнӑ та ӑна ыталаса илсе вӗсене каланӑ: 37 «Кам ҫакӑн пек ачасенчен пӗрне ман ятшӑн йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать; мана йышӑнаканни вара мана кӑна мар, мана яракана та йышӑнать».

38 Иоанн ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир сан ятупа демонсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чарма хӑтлантӑмӑр». 39 Анчах Иисус каланӑ: «Ан чарӑр ӑна, мӗншӗн тесен кам ман ятпа тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, ҫавӑ тӳрех ман ҫинчен япӑххине калама пуҫламӗ. 40 Кам пире хирӗҫ мар, ҫавӑ пирӗн майлӑ. 41 Чӑн калатӑп сире: кам сире Христосӑн ҫыннисем тесе пӗр курка шыв ӗҫтерӗ, ҫавӑ хӑйӗн наградине илмесӗр юлмӗ. 42 Анчах та пӗр-пӗр ҫынна пула мана ӗненекен ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри ӗненме пӑрахсан*, ҫав ҫыншӑн хӑйне мӑйӗнчен арман чулӗ* ҫакса тинӗсе пӑрахни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

43 Санӑн аллу сана ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, касса пӑрах ӑна. Икӗ алӑпа гееннӑна*, сӳнми вута, кӗриччен пурнӑҫа чӑлах пулса кӗни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 44 ——* 45 Санӑн уру сана ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, касса пӑрах ӑна. Хӑвна икӗ урупа гееннӑна пӑрахнинчен пурнӑҫа уксах пулса кӗни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 46 ——* 47 Санӑн куҫу сана ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, чавса кӑларса пӑрах ӑна. Хӑвна икӗ куҫупа гееннӑна пӑрахнинчен хӑрах куҫсӑр тӑрса юлса Турӑ Патшалӑхне кӗни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 48 Гееннӑра хуртсем те вилмеҫҫӗ, вут та сӳнмест.

49 Кашнин* вутпа тӑварланмалла. 50 Тӑвар вӑл лайӑх япала, анчах тӑвар хӑйӗн тутине ҫухатсан, эсир ӑна епле тутӑ кӗртӗр? Сирӗн ӑшра тӑвар пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр».

10 Иисус унтан кайнӑ та Иорда́н леш енне, Иудейӑпа чикӗллӗ ҫӗре, ҫитнӗ. Ун патне каллех халӑх пуҫтарӑннӑ, вара вӑл яланхи пекех вӗсене вӗрентме пуҫланӑ. 2 Ун патне фарисейсем пынӑ та, ӑна тӗрӗслесе пӑхмашкӑн, арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗпе уйрӑлма ирӗк пур-и тесе ыйтнӑ. 3 Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Моисей мӗн хушнӑ сире?» 4 Вӗсем каланӑ: «Моисей уйрӑлу хучӗ ҫырса арӑмран уйрӑлма ирӗк панӑ». 5 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран вӑл сире валли ҫак заповеде ҫырса панӑ. 6 Анчах та малтан, ҫынсене тунӑ чухне, „Турӑ* арҫынпа хӗрарӑма тунӑ“. 7 „Ҫавӑнпа арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те, 8 иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ“, ҫапла ӗнтӗ вӗсем текех иккӗн мар, пӗр кӗлетке*. 9 Эппин, Турӑ мӗн пӗрлештернӗ, ҫавна* ҫын ан уйӑртӑр». 10 Вӗсем пӳртре пулнӑ чухне вӗренекенӗсем унран ҫакӑн ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. 11 Вӑл вӗсене каланӑ: «Кам хӑйӗн арӑмӗнчен уйрӑлса тепӗр хӗрарӑма качча илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ туса малтанхи арӑмне улталать. 12 Хӗрарӑм та хӑйӗн упӑшкинчен уйрӑлса урӑххине качча кайсан, аскӑн ӗҫ туса хӑйӗн мӑшӑрне улталать».

13 Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе ҫынсем ун патне хӑйсен ачисене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем вӗсене ӳпкеленӗ. 14 Ҫакна курсан Иисус кӑмӑлсӑрланса вӗсене каланӑ: «Ачасем ман пата килччӗр, ан чарӑр вӗсене, Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисем валли. 15 Чӑн калатӑп сире: кам Турӑ Патшалӑхне ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ». 16 Унтан вӑл ачасене ыталаса, вӗсем ҫине ал хурса пиллеме пуҫланӑ.

17 Иисус ҫулпа пынӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес* тесен манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 18 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ мана ырӑ тетӗн? Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 19 Эсӗ ҫак заповедьсене пӗлетӗн вӗт: ан вӗлер, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, ыттисем пирки суйса ан кала, ан ултала, аҫупа аннӳне хисепле». 20 Ҫав ҫын ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, ҫаксене пурне те эпӗ ачаранпах тытса тӑратӑп». 21 Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса ҫапла каланӑ: «Сана пӗр япала ҫитмест: кай та хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сутса укҫуна чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн тӳпере пуянлӑх пулӗ. Унтан кил те ман хыҫҫӑн пыр». 22 Ҫак сӑмахсене илтсен ҫав ҫыннӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вара вӑл салхуллӑн утса кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.

23 Иисус йӗри-тавра тӑракансем ҫине пӑхса илнӗ те хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме мӗн тери йывӑр пулӗ!» 24 Вӗренекенӗсем унӑн сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. Вара Иисус каланӑ: «Ачасем, Турӑ Патшалӑхне кӗме ҫав тери йывӑр! 25 Пуян ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 26 Вӗсем тата хытӑрах тӗлӗнсе кайнӑ та унран*: «Кам-ха вара ҫӑлӑнма пултарӗ?» — тесе ыйтнӑ. 27 Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Ҫынсен шучӗпе ҫакна тума май ҫук, анчах Турӑ пурне те тума пултарать». 28 Пётр ӑна каланӑ: «Акӑ эпир пурне те хӑвартӑмӑр та сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр». 29 Иисус вара каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн кил-ҫуртне, е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е амӑшне, е ашшӗне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ, 30 ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах кил-ҫуртне, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне, амӑшне, ачисене тата уй-хирне 100 хут ытларах илӗ, пуласлӑхра* вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ. 31 Малтисенчен нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».

32 Вӗсем Иерусалималла хӑпаракан ҫулпа пынӑ. Иисус малта утнӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗннӗ, хыҫалта пыракансем вара хӑрама пуҫланӑ. Вӑл каллех вуниккӗшне айккинелле илсе кайнӑ та хӑйӗнпе мӗн пулса иртмелли ҫинчен каласа пама пуҫланӑ: 33 «Эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ. 34 Вӗсем унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, ун ҫине сурӗҫ, ӑна чӗн пушӑпа хӗнӗҫ тата ӑна вӗлерӗҫ, анчах виҫӗ кунран вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».

35 Иаковпа Иоанн, Зеведе́й ывӑлӗсем, ун патне пынӑ та каланӑ: «Вӗрентекен, эпир сана пире валли пӗр япала тума ыйтасшӑн». 36 Вӑл вӗсене каланӑ: «Манӑн сире валли мӗн тумалла?» 37 Вӗсем хуравланӑ: «Эсӗ мухтава тухсан, пирӗнтен пӗрне хӑвӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ». 38 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫекен куркаран ӗҫме е эпӗ мӗн тӳснине тӳссе ирттерме* пултаратӑр-и?» 39 Вӗсем ӑна: «Пултаратпӑр», — тенӗ. Вара Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ ӗҫекен куркаран эсир ӗҫӗр, эпӗ мӗн тӳснине те тӳссе ирттерӗр*. 40 Анчах кам манӑн сылтӑм енне, кам сулахай енне ларасси манран килмест. Ҫав вырӑнсене камсем валли хатӗрлесе хунӑ, унта ҫавсем ларӗҫ».

41 Ҫакна илтсессӗн тепӗр 10 вӗренекенӗ Иаковпа Иоанн ҫине тарӑхса кайнӑ. 42 Иисус вара вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем* ҫынсемпе хуҫаланаҫҫӗ, вӗсен аслӑ ҫыннисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑраҫҫӗ. 43 Анчах сирӗн хушшӑрта кун пек пулмалла мар. Кам сирӗн хушшӑрта асли пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн тарҫӑ пулмалла. 44 Кам сирӗн хушшӑрта малти пуласшӑн, ҫавӑн пуриншӗн те чура пулмалла. 45 Этем Ывӑлӗ те хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, вӑл ыттисемшӗн ӗҫлеме тата нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама килнӗ».

46 Унтан вӗсем Иерихона ҫитнӗ. Иисус, унӑн вӗренекенӗсем тата йышлӑ халӑх Иерихонран тухнӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ыйткалакан, Тиме́й ывӑлӗ Вартиме́й, ларнӑ. 47 Ку Назаре́т Иисусӗ пулнине илтсен вӑл: «Давид Ывӑлӗ, Иисус, хӗрхенсем мана!» — тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. 48 Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл: «Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана!» — тесе тата хытӑрах кӑшкӑрнӑ. 49 Иисус чарӑнса тӑнӑ та: «Чӗнсе килӗр ӑна», — тенӗ. Вара ҫынсем ҫав суккӑр ҫынна чӗннӗ те ӑна: «Ан хӑра, тӑр, вӑл сана чӗнет», — тенӗ. 50 Вӑл хӑйӗн ҫиелти тумтирне хывса пӑрахса сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ. 51 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗн тумалла манӑн сан валли?» Суккӑр ҫын ӑна каланӑ: «Вӗрентекенӗм*, мана каллех куракан тусам». 52 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Каях, ху ӗненни сыватрӗ сана». Вӑл ҫав самантрах куракан пулнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

11 Вӗсем Иерусалим патне ҫывхарса пынӑ. Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагипе Вифа́ни патне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне маларах ярса 2 вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр умӑрти яла кайӑр. Эсир унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, ку таранччен пӗр ҫын та утланса ҫӳремен ашак тихине куратӑр. Ӑна вӗҫертсе кунта ҫавӑтса килӗр. 3 Кам та пулин сире: „Эсир мӗн тӑватӑр?“ — тесен, эсир: „Вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, вӑл часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“, — тейӗр». 4 Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ашак тихине тупнӑ, вара вӗсем ӑна вӗҫертсе илнӗ. 5 Унта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Эсир мӗн тӑватӑр? Ашак тихине мӗн тума вӗҫертетӗр?» 6 Вӗсем Иисус хушнӑ пек каланӑ, лешӗсем вара вӗсене янӑ.

7 Вӗсем ашак тихине Иисус патне ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хунӑ, вара Иисус ун ҫине ларнӑ. 8 Нумайӑшӗ хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене ҫул ҫине сара-сара хунӑ, теприсем вара уйра каснӑ ҫулҫӑллӑ туратсене хурса пынӑ. 9 Умӗнче пыракансем те, хыҫӗнче пыракансем те ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Ҫӑлсамччӗ ӑна! Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр! 10 Пирӗн Давид аттемӗрӗн ҫывхарса килекен Патшалӑхӗ пиллӗхлӗ пултӑр! Тӳпере пурӑнаканскер, ҫӑлсамччӗ ӑна!» 11 Иисус Иерусалима кӗнӗ те храма кайнӑ. Вӑл унта пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах каҫ пулса килнӗрен вуниккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.

12 Тепӗр кунне, Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиес килсе кайнӑ. 13 Вӑл аякранах ҫулҫӑллӑ инжир йывӑҫне асӑрханӑ та ун ҫинче мӗн те пулин тупайӑп-ши тесе ун патне пынӑ. Анчах та ун патне пырсан ҫулҫӑсемсӗр пуҫне вӑл нимӗн те тупайман, мӗншӗн тесен инжир пуҫтарас вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха. 14 Вара вӑл каланӑ: «Сан ҫинчи ҫимӗҫе малашне никамӑн та ҫимелле ан пултӑр». Ҫакна унӑн вӗренекенӗсем те илтнӗ.

15 Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус храма кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ. 16 Тата вӑл никама та нимӗнле япалана та храм витӗр йӑтса ҫӳреме паман. 17 Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑх валли тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырманччӗ-и-ха? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хутӑр!» 18 Ҫакӑн ҫинчен аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем илтнӗ, вара вӗсем Иисуса мӗнле вӗлермелли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Вӗсем унран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем пурте унӑн вӗрентӗвӗнчен питӗ тӗлӗннӗ.

19 Каҫхине Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хуларан тухса кайнӑ. 20 Ирхине ирех вӗсем хайхи инжир йывӑҫӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне вӑл тымарӗ таранах хӑрса ларнине курнӑ. 21 Пётр ҫав йывӑҫ ҫинчен аса илсе Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен*, пӑх-ха! Эсӗ ылханнӑ инжир йывӑҫӗ хӑрса ларнӑ». 22 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Турра ӗненӗр. 23 Чӑн калатӑп сире: кам та пулин ҫак тӑва: „Ҫӗклен те тинӗсе ӳк“, — тесен, ҫавӑн чухне хӑйӗн чӗринче иккӗленмесен тата хӑй калани пуласса ӗненсен — ҫакӑ пулатех. 24 Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кирек мӗн ҫинчен кӗлтусан та, кирек мӗн ыйтсан та, ҫавна илессине ӗненӗр, вара илетӗрех. 25 Кам та пулин сире хирӗҫ ҫылӑх тунӑ пулсан, кӗлтуса тӑнӑ чухне ӑна каҫарӑр. Вара сирӗн ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхсене каҫарӗ». 26 ——*

27 Вӗсем каллех Иерусалима пынӑ. Иисус храм картишӗнче ҫӳренӗ чухне ун патне аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисем тата старейшинӑсем пынӑ, 28 вӗсем ӑна каланӑ: «Санӑн ҫакна тума ирӗк пур-и? Ҫакна тума сана кам ирӗк панӑ?» 29 Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире пӗр ыйту парам. Эсир хуравласан, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине калӑп. 30 Калӑр-ха мана: Иоанн шыва кӗртни Турӑран* е ҫынсенчен пулнӑ?» 31 Вара вӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла канашлама пуҫланӑ: «Эпир ӑна „Турӑран“ тесен, вӑл пире: „Апла мӗншӗн эсир Иоана ӗненмерӗр?“ — тейӗ. 32 Е пирӗн „ҫынсенчен“ темелле-ши?» Анчах вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк вырӑнне хунӑ. 33 Ҫавӑнпа вӗсем Иисуса: «Эпир пӗлместпӗр», — тесе хуравланӑ. Вара Иисус вӗсене: «Эппин, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине каламастӑп», — тенӗ.

12 Унтан Иисус вӗсене тӗслӗхсем каласа пама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын виноград пахчи лартнӑ, ун тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта виноград ҫырлин сӗткенне пусса кӑлармалли вырӑн касса тунӑ тата башня лартнӑ. Унтан вӑл пахчине пахчаҫӑсене тара панӑ та урӑх ҫӗршыва тухса кайнӑ. 2 Виноград пуҫтарма вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗн пайне илме пахчаҫӑсем патне чурине янӑ. 3 Анчах вӗсем ӑна ярса тытнӑ та хӗнесе пӗтерсе пушӑ алӑпах янӑ. 4 Вӑл вӗсем патне тепӗр чурине янӑ. Вӗсем ӑна та, пуҫне ҫапса амантса, мӑшкӑл кӑтартнӑ. 5 Вӑл ӗнтӗ тата теприне янӑ, ӑна вӗсем вӗлернӗ. Вӑл ыттисене те нумайӑшне янӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене хӗненӗ, теприсене вӗлернӗ. 6 Унӑн тата юратнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Манӑн ывӑла вӗсем хисеплӗҫ ӗнтӗ“, — тесе вӑл юлашкинчен ӑна янӑ. 7 Анчах пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Пахча ӑна юлмалла. Айтӑр ӑна вӗлерер, вара пахчи хамӑра юлӗ“. 8 Вара вӗсем ӑна ярса тытнӑ та вӗлернӗ, унтан виноград пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ. 9 Пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл килӗ те пахчаҫӑсене вӗлерӗ, пахчине вара урӑххисене парӗ. 10 Эсир Ҫырура нихӑҫан та вуламан-им ҫакна: „Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ. 11 Ҫакӑ — Иеговӑран*, пирӗн куҫ умӗнче вӑл тӗлӗнмелле япала“».

12 Иисуса хирӗҫ тӑракансем вӑл ҫак тӗслӗхе хӑйсем ҫинчен каласа панине ӑнланса илнӗ те ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсем халӑхран хӑранӑ, ҫавӑнпа ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.

13 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем, Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарас тесе, ун патне хӑш-пӗр фарисейсемпе И́род майлисене янӑ. 14 Лешӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗлетпӗр: эсӗ тӗрӗссине калатӑн тата никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫын кам пулнине пӑхмастӑн. Эсӗ Турӑ ҫулӗ ҫинчен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн вӗрентетӗн. Кала-ха, цезаре* налог тӳлени тӗрӗс-и е тӗрӗс мар? 15 Пирӗн тӳлемелле-и е тӳлемелле мар?» Вӗсен икӗпитлӗхне курса вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир мана тӗрӗслетӗр? Мана дина́ри* илсе килсе кӑтартӑр-ха». 16 Лешӗсем илсе пынӑ. Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Кунта камӑн сӑнӗ, камӑн ячӗ?» — «Цезарӗн», — тенӗ вӗсем. 17 Вара Иисус каланӑ: «Цезарӗнне цезаре парӑр, Туррӑнне Турра парӑр». Унӑн сӑмахӗсене илтсен вӗсем тӗлӗннӗ.

18 Унтан ун патне саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ текенсем, пынӑ та каланӑ: 19 «Вӗрентекен, Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Авланнӑ арҫын ача-пӑчасӑр вилсен, пӗртӑванӗн унӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмне качча илмелле те ҫав вилнӗ пӗртӑванӗн йӑхне малалла тӑсмалла“. 20 Ҫичӗ пӗртӑван пулнӑ. Пӗрремӗшӗ авланнӑ, анчах ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 21 Вара иккӗмӗшӗ ҫав тӑлӑх арӑма качча илнӗ, анчах вӑл та ача-пӑчасӑр вилнӗ. Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулнӑ. 22 Ҫапла ҫиччӗшӗ те ача-пӑчасӑрах вилнӗ. Юлашкинчен вара ҫав хӗрарӑм та вилнӗ. 23 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Вӑл ҫиччӗшӗн те арӑмӗ пулнӑ вӗт». 24 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир йӑнӑшатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырӑва та, Турӑ мӗн тери хӑватлӑ пулнине те пӗлместӗр. 25 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 26 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки калас пулсан, эсир Моисей кӗнекинче, йӗплӗ тӗм ҫинчен каласа панӑ тӗлте, Турӑ Моисее мӗн каланине вуламан-им? Вӑл ӑна: „Эпӗ Авраа́м Турри, Исаа́к Турри, Иаков Турри“, — тенӗ. 27 Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Эсир питӗ йӑнӑшатӑр».

28 Вӗсем тавлашнине закон вӗрентӳҫисенчен пӗри илтнӗ. Иисус вӗсене лайӑх хуравланине курсан, вӑл ӑна каланӑ: «Заповедьсенчен чи асли хӑшӗ?» 29 Иисус ҫапла хуравланӑ: «Чи асли ҫакӑ: „Израиль, итле: Иегова* — пирӗн Турӑ, вӑл пӗртен-пӗр Иегова*. 30 Хӑвӑн Иегова* Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат“. 31 Иккӗмӗшӗ вара ҫакӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах заповедь ҫук». 32 Закон вӗрентӳҫи ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эсӗ лайӑх каларӑн, чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн: „Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, унсӑр пуҫне урӑххи ҫук“. 33 Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑс-тӑнпа*, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хамӑра хамӑр юратнӑ пек юратни пур парнерен те — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисенчен те, ыттисенчен те — чылай пахарах». 34 Вӑл пӗлсе хуравланине курсан Иисус ӑна: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех мар», — тенӗ. Урӑх никам та Иисуса ыйтусем пама хӑяйман.

35 Иисус храмра малалла вӗрентсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн закон вӗрентӳҫисем Христос пирки Давид ывӑлӗ теҫҫӗ? 36 Давид хӑй святой сывлӑш витӗм кӳнипе ҫапла каланӑ: „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: ‚Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар‘“. 37 Давид хӑй ун пирки Ҫӳлхуҫа тет. Эппин, мӗнле-ха вӑл Давид ывӑлӗ пулма пултарать?»

Темӗн чухлӗ халӑх ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан итлесе тӑнӑ. 38 Иисус малалла вӗрентсе каланӑ: «Закон вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳреме юратаҫҫӗ, пасарта хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ. 39 Синагогӑсенче вӗсем малта* ларма, каҫхи апатра чи хисеплӗ вырӑнсенче ларма юратаҫҫӗ. 40 Вӗсем тӑлӑх арӑмсен пурлӑхне* туртса илеҫҫӗ тата хӑйсене кӑтартас тесе нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен хаяртарах наказани парӗҫ».

41 Иисус укҫа ямалли савӑтсене хирӗҫ ларса халӑх унта укҫа янине сӑнама пуҫланӑ. Пуян ҫынсенчен чылайӑшӗ нумай янӑ. 42 Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм пынӑ та икӗ вак укҫа* янӑ. 43 Вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илсе каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм укҫа ямалли савӑта ыттисенчен пуринчен те нумайрах ячӗ. 44 Мӗншӗн тесен вӗсем пурте хӑйсен ытлашши пулнӑран укҫа ячӗҫ, ку вара, чухӑн пулсан та, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйӗн пурӑнмалӑх пӗтӗм укҫине ячӗ».

13 Иисус храмран тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, пӑх-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех!» 2 Иисус вара ӑна каланӑ: «Эсӗ ҫак пысӑк ҫуртсене куратӑн-и? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».

3 Вӑл Олива тӑвӗ ҫинче храм курӑнакан вырӑнта пӗччен ларнӑ чухне Пётр, Иаков, Иоанн тата Андрей ун патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: 4 «Кала-ха пире, ҫакӑ хӑҫан пулӗ? Ҫакӑ пурте пӗтесси патне ҫитнине мӗнле паллӑ кӑтартӗ?» 5 Вара Иисус вӗсене каласа пама пуҫланӑ: «Асӑрханӑр, сире никам та ан улталатӑр. 6 Нумайӑшӗ ман ятпа килсе: „Ку эпӗ“, — тесе чылайӑшне улталӗ. 7 Эсир тӗрлӗ вырӑнта вӑрҫӑсем пыни ҫинчен илтсен, хӑраса ан ӳкӗр. Ҫаксем пурте пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.

8 Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ. Тӗрлӗ вырӑнта ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх та пулӗ. Ку асапсен* пуҫламӑшӗ кӑна.

9 Эсир вара сыхӑ пулӑр. Маншӑн сире суда тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ тата пуҫлӑхсемпе патшасем умне тӑратӗҫ. Ҫакӑ сире хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен вӗсене пӗлтерме май парӗ. 10 Тата пӗтес вӑхӑт ҫитиччен* пур халӑха та ырӑ хыпар пӗлтерсе тухӗҫ. 11 Сире влаҫра ларакан ҫынсен аллине пама тытса кайнӑ чухне мӗн каламалла-ши тесе малтанах ан пӑшӑрханӑр. Ҫав вӑхӑтра сире святой сывлӑш мӗн пӗлтерӗ, ҫавна калӑр, мӗншӗн тесен эсир мар, святой сывлӑш каласа тӑрӗ. 12 Пӗртӑванӗ пӗртӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ. 13 Ман ятшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Анчах вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ.

14 Эсир вара аркатса пӗтерекен ирсӗрлӗх хӑйӗн ӑҫта пулмалла мар, ҫав вырӑнта тӑнине курсан (вулакан* ӑнланса илтӗр), сирӗнтен кам Иудейӑра, ҫавсем тусем ҫине тарччӑр. 15 Кам пӳрт тӑрринче, ҫавӑ аяла анса мӗн те пулин илме пӳртне ан кӗтӗр. 16 Кам хирте, ҫавӑ хӑйӗн ҫиелти тумтирне илме каялла ан таврӑнтӑр. 17 Йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене тата ача ӗмӗртекенсене ҫав кунсенче мӗн тери йывӑр пулӗ! 18 Ҫакӑ хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 19 Мӗншӗн тесен ҫав кунсенче Турӑ тӗнчене тунӑранпа халиччен те пулман хӗн-асап пулӗ, ҫавӑн пекки урӑх пулас та ҫук. 20 Иегова* ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлайман пулӗччӗ. Анчах та хӑй суйласа илнисемшӗн вӑл ҫав кунсен шутне чакарать.

21 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире „Христос акӑ кунта!“ тесен е „Вӑл авӑ унта!“ тесен, ан ӗненӗр. 22 Мӗншӗн тесен суя христоссем тата суя пророксем килӗҫ. Суйласа илнисене улталама хӑтланса вӗсем паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗҫ. 23 Ҫавӑнпа эсир сыхӑ пулӑр. Эпӗ сире ҫаксене пурне те маларах каласа хутӑм.

24 Ҫав кунсенче, ҫав хӗн-асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫутатма пӑрахӗ, 25 тӳперен ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, тӳпери хӑватсем кисренӗҫ. 26 Ҫавӑн чухне пӗлӗтсем ӑшӗнче аслӑ хӑватпа тата мухтавпа пыракан Этем Ывӑлне курӗҫ. 27 Вӑл хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те хӑйӗн суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех, пуҫтарӗ.

28 Тӗслӗхшӗн инжир йывӑҫне илер. Унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑларма пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 29 Ҫавнашкалах эсир ҫаксем пулса иртнине курсан, пӗлсех тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ ҫывӑхра, алӑк умӗнчех. 30 Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 31 Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, анчах манӑн сӑмахсем пӗтмӗҫ.

32 Ҫавӑ хӑш кун е хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест: тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ҫакна Ашшӗ кӑна пӗлет. 33 Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен палӑртса хунӑ вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр. 34 Ҫакна пӗр ҫын урӑх ҫӗршыва кайнипе танлаштарма пулать. Каяс умӗн вӑл хӑйӗн кил-ҫуртне чурисене пӑхма хушнӑ, кашнине ӗҫ парса хӑварнӑ, хапха хуралҫине вара сыхӑ тӑма хушнӑ. 35 Ҫапла вара сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те тул ҫутӑличчен*, те ирхине ирех килессине — эсир пӗлместӗр. 36 Эсир сыхӑ тӑмасан, вӑл сасартӑк килет те эсир ҫывӑрнине курать. 37 Сире каланине эпӗ пурне те калатӑп: сыхӑ тӑрӑр».

14 Тепӗр икӗ кунтан Пасха уявӗ тата Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ пулмалла пулнӑ. Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем Иисуса чеелӗхпе ярса тытса вӗлерме май шыранӑ. 2 Анчах вӗсем: «Ҫакна уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар, халӑх пӑлханма пултарӗ», — тенӗ.

3 Иисус Вифанире, унччен тилҫе чирӗпе чирленӗ Си́мон килӗнче, апат ҫинӗ чухне унта пӗр хӗрарӑм алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, питӗ хаклӑ таса нард, илсе пынӑ. Вӑл савӑта уҫнӑ та ӑна Иисусӑн пуҫӗ ҫине юхтарма пуҫланӑ. 4 Хӑшӗ-пӗрисем тарӑхса пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн ҫак ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва сая ямалла? 5 Ӑна 300 динарирен* те хаклӑрах сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ!» Вӗсем унпа питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ*. 6 Анчах Иисус каланӑ: «Ан тивӗр ӑна. Мӗншӗн эсир ӑна кулянтаратӑр? Вӑл маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 7 Чухӑнсем яланах сирӗнпе пулӗҫ, эсир вӗсене кирек хӑҫан та ырӑ тума пултаратӑр, эпӗ вара сирӗнпе яланах пулмӑп. 8 Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: вӑл ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва ман кӗлетке ҫине юхтарса мана пытарма маларах хатӗрлерӗ. 9 Чӑн калатӑп сире: ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсен те, ҫак хӗрарӑма аса илсе вӑл мӗн туни ҫинчен те каласа парӗҫ».

10 Иуда Искарио́т, вуниккӗшӗнчен пӗри, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас тесе вӗсем патне кайнӑ. 11 Вӗсем ҫакӑн ҫинчен илтсен савӑнсах кайнӑ та ӑна кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ. Вара вӑл Иисуса сутма май шырама пуҫланӑ.

12 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗнче, Пасха путеккине пусмалла пулнӑ чухне, вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Пирӗн сан валли Пасха апатне ӑҫта хатӗрлемелле?» 13 Вара Иисус хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр. Унта эсир тӑм кӑкшӑмпа шыв йӑтса пыракан ҫынна тӗл пулатӑр. Ун хыҫҫӑн кайӑр та 14 вӑл ӑҫта кӗрет, ҫав килӗн хуҫине калӑр: „Вӗрентекен: ‚Эпӗ хамӑн вӗренекенсемпе пӗрле Пасха апатне ҫимелли хӑна пӳлӗмӗ ӑҫта?‘ — тесе ыйтать“. 15 Вара вӑл сире ҫӳлти пысӑк пӳлӗме кӑтартӗ, унта мӗн кирли веҫех пулӗ. Пире валли Пасха апатне ҫавӑнта хатӗрлӗр». 16 Вӗренекенӗсем хулана кайнӑ та, унта веҫех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Вара вӗсем Пасхӑна уявлама пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ.

17 Каҫ пулсан, вӑл унта вуниккӗшӗпе пӗрле пынӑ. 18 Сӗтел хушшинче апат ҫисе ларнӑ* чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: манпа пӗрле ҫиекенсенчен пӗри мана сутӗ». 19 Вӗренекенӗсем салхуланса кайнӑ та пӗрин хыҫҫӑн тепри ӑна калама пуҫланӑ: «Ку эпӗ мар вӗт?» 20 Вӑл вӗсене каланӑ: «Вӑл вуниксӗртен пӗри, манпа пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни. 21 Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ, ун ҫинчен ҫырнӑ пекех, каять. Анчах Этем Ывӑлне сутакана хуйхӑ пулӗ! Ҫав ҫыншӑн ҫуралнинчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ».

22 Вӗсем апат ҫинӗ чухне вӑл ҫӑкӑра илсе кӗлтунӑ та* ӑна хуҫа-хуҫа вӗсене парса ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫакӑ манӑн кӗлеткене пӗлтерет». 23 Унтан вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ, вара вӗсем пурте ҫав куркаран ӗҫнӗ. 24 Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑ манӑн юна — нумайӑшӗшӗн тӑкӑнас „килӗшӳ юнне“ — пӗлтерет. 25 Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫес кунччен эпӗ хӗрлӗ эрех урӑх ӗҫмӗп». 26 Юлашкинчен мухтав юррисем* юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Олива тӑвӗ ҫине кайнӑ.

27 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир пурте мана пӑрахса хӑваратӑр*, мӗншӗн тесен „Кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем саланса пӗтӗҫ“ тесе ҫырнӑ. 28 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан вара эпӗ Галилейӑна кайӑп, сире унта кӗтӗп». 29 Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Сана пурте пӑрахса хӑварсан та, эпӗ хӑвармӑп сана!» 30 Иисус вара ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана: паян, кӗҫӗрех, автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн». 31 Анчах Пётр ҫине тӑрсах: «Манӑн санпа пӗрле вилмелле пулсан та, эпӗ санран тунас ҫук!» — тенӗ. Ыттисем те ҫавнах калама тытӑннӑ.

32 Унтан вӗсем Гефсима́ни текен вырӑна ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эпӗ кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта ларӑр-ха», — тенӗ. 33 Вӑл хӑйӗнпе пӗрле Пётра, Иакова тата Иоана илсе кайнӑ. Вара вӑл хурланма тата хытӑ пӑлханма пуҫланӑ. 34 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ питӗ хурланатӑп, вилесле хурланатӑп. Ҫакӑнта юлӑр, сыхӑ тӑрӑр». 35 Кӑшт малалла утса кайса вӑл чӗркуҫленсе ларнӑ та май пулсан ҫак сехет хӑйӗнчен иртсе кайтӑрччӗ тесе кӗлтума тытӑннӑ. 36 Вӑл ҫапла каланӑ: «А́вва*, Аттем, эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак куркана манран сирсе ярсам. Анчах эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». 37 Вӑл вӗренекенӗсем патне таврӑннӑ та вӗсем ҫывӑрнине курнӑ, вара вӑл Пётра каланӑ: «Си́мон, эсӗ ҫывӑратӑн-и? Пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и? 38 Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр. Чӑнах та, ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак». 39 Унтан вӑл каллех аяккалла пӑрӑннӑ та унчченхи сӑмахсенех каласа кӗлтунӑ. 40 Вӗренекенӗсем патне таврӑнсан вӑл вӗсем каллех ҫывӑрнине курнӑ — вӗсене ыйхӑ пусса илнӗ. Вӗсем ӑна ним калама та пӗлмен. 41 Виҫҫӗмӗш хут таврӑнсан вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑтра эсир ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ҫитет! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 42 Тӑрӑр, каяр. Мана сутакан ҫывӑх».

43 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах Иуда, вуниккӗшӗнчен пӗри, тата унпа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, чукмарсемпе пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисем тата старейшинӑсем янӑ пулнӑ. 44 Иисуса сутаканӗ вӗсене ҫакӑн пек паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: «Эпӗ кама чуптӑватӑп, ҫавӑ Иисус пулать. Ӑна ярса тытӑр та хуралпа илсе кайӑр». 45 Вӑл тӳрех Иисус патне пынӑ та: «Вӗрентекен*!» — тесе ӑна чуптунӑ. 46 Вара лешсем Иисуса тытса арестленӗ. 47 Юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫ туртса кӑларнӑ та чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса ярса хӑлхине касса татнӑ. 48 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Эсир мана арестлеме хӗҫсемпе, чукмарсемпе килтӗр-и? Эпӗ вӑрӑ-хурах-им? 49 Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле храмра пултӑм, вӗрентрӗм, анчах эсир мана арестлемерӗр. Ӗнтӗ ҫакӑ Ҫырура калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртет».

50 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте ӑна пӑрахса тарнӑ. 51 Пӗр ҫамрӑк вара, ҫара ӳчӗ ҫинех паха йӗтӗн тумтир ҫеҫ тӑхӑннӑскер, ун хыҫҫӑн пынӑ. Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, 52 анчах вӑл хӑйӗн тумтирне хӑварса ҫарамасах* тарнӑ.

53 Вӗсем Иисуса чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Унта аслӑ священниксем, старейшинӑсем, закон вӗрентӳҫисем пурте пухӑннӑ. 54 Пётр вара чи аслӑ священникӑн ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн аякран утса пынӑ. Вӑл картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ. 55 Аслӑ священниксем, пӗтӗм Синедрио́н Иисуса вӗлерттерес тесе ӑна хирӗҫ мӗн те пулин каласа кӑтартма пултаракан ҫынсене шыранӑ, анчах тупайман. 56 Иисус пирки нумайӑшӗ суйса каланӑ, анчах вӗсем каласа кӑтартнисем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман. 57 Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах ун пирки ҫапла суйса каланӑ: 58 «Эпир вӑл ҫакӑн пек каланине илтрӗмӗр: „Алӑпа тунӑ ҫак храма эпӗ аркатӑп та виҫӗ кун хушшинче урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп“». 59 Анчах ҫак тӗлӗшрен те вӗсем каласа кӑтартнисем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман.

60 Вара чи аслӑ священник ура ҫине тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Хирӗҫ каламалли санӑн нимӗн те ҫук-и? Ҫак ҫынсем сана хирӗҫ мӗн каланине илтместӗн-им?» 61 Анчах Иисус чӗнмен, хирӗҫ нимӗн те каламан. Чи аслӑ священник каллех унран ыйтма пуҫланӑ: «Мухтавлӑ Туррӑн Ывӑлӗ Христос эсӗ-и?» 62 «Эпӗ, — тенӗ Иисус. — Акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Хӑватлин* сылтӑм енче ларнине тата вӑл тӳпери пӗлӗтсемпе пынине курӑр». 63 Ҫакна илтсен чи аслӑ священник хӑйӗн тумтирне ҫурса янӑ та каланӑ: «Урӑх пире свидетельсем мӗн тума кирлӗ? 64 Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр. Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?» Пурте вӑл вилӗме тивӗҫлӗ тесе йышӑну тунӑ. 65 Вара хӑшӗ-пӗрисем ун ҫине сурма пуҫланӑ, унӑн питне хупласа чышкӑпа ҫапа-ҫапа каланӑ: «Эй, пророк, хӑвна кам ҫапнине кала!» Хуралҫӑсем ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ, унтан ӑна илсе кайнӑ.

66 Пётр аялта картишӗнче пулнӑ чухне унта чи аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ. 67 Пётр ӑшӑнса тӑнине курсан вӑл ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: «Эсӗ те ҫак Назаре́т Иисусӗпе пӗрлеччӗ», — тенӗ. 68 Анчах Пётр тунса каланӑ: «Эпӗ ӑна пӗлместӗп, эсӗ мӗн пирки калаҫнине те ӑнланмастӑп». Вара вӑл хапха патне* тухнӑ. 69 Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна ҫавӑнта курнӑ та юнашар тӑракансене каллех: «Ку вӗсенчен пӗри», — теме пуҫланӑ. 70 Пётр каллех туннӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫавӑнта тӑракансем Пётра татах калама пуҫланӑ: «Эсӗ чӑнах та вӗсенчен пӗри, эсӗ Галиле́я ҫынни вӗт». 71 Анчах вӑл тунса* тата тупа туса: «Эсир калакан ҫынна эпӗ пӗлместӗп!» — теме тытӑннӑ. 72 Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Пётр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «Автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн» тенине — аса илнӗ. Вара чӑтса тӑрайманнипе вӑл макӑрса янӑ.

15 Ирхине ирех аслӑ священниксем, старейшинӑсем, закон вӗрентӳҫисем — пӗтӗм Синедрио́н — канаш тунӑ та Иисуса ҫыхса Пила́т патне илсе пынӑ. 2 Пила́т унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах калатӑн», — тесе хуравланӑ. 3 Аслӑ священниксем ӑна нумай япала пирки айӑпланӑ. 4 Вара Пила́т унран каллех ыйтнӑ: «Санӑн нимӗн те хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук-и? Кур-ха, мӗн чухлӗ айӑплаҫҫӗ вӗсем сана». 5 Анчах Иисус урӑх нимӗн те хуравламан, ҫакӑ Пилата питӗ тӗлӗнтернӗ.

6 Пасха уявӗнче кашнинче Пила́т тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ. 7 Ҫавӑн чухне Вара́вва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ. 8 Халӑх Пила́т патне пынӑ та хӑйсемшӗн яланах тунине тума ыйта пуҫланӑ. 9 Пила́т вӗсене каланӑ: «Сире валли иудейсен патшине ирӗке кӑларса парас мар-и?» 10 Аслӑ священниксем Иисуса ӑмсаннӑран тытса панине Пила́т пӗлнӗ. 11 Анчах аслӑ священниксем халӑха Иисус вырӑнне Вараввӑна ирӗке кӑларттарма хӗтӗртнӗ. 12 Пила́т вӗсенчен тепӗр хут ыйтнӑ: «Эсир иудейсен патши текеннипе вара мӗн тӑвас манӑн?» 13 Вӗсем: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрса тӑнӑ. 14 Пила́т вӗсенчен: «Мӗн усалли тунӑ вара вӑл?» — тесе ыйтнӑ. Анчах вӗсем тата хытӑрах: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 15 Пила́т халӑха юрас тесе Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса вара, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, юпа ҫине пӑталама хушнӑ.

16 Салтаксем Иисуса пуҫлӑх керменӗн картишне илсе кайнӑ, унта салтаксен пӗтӗм отрядне чӗнсе пуҫтарнӑ. 17 Вӗсем ӑна тӗксӗм хӗрлӗ* тумтир тӑхӑнтартнӑ, унӑн пуҫне йӗплӗ ӳсентӑрансенчен явса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. 18 Вӗсем ӑна: «Сывӑ пултӑр иудейсен патши!» — тесе саламлама пуҫланӑ. 19 Ӑна пуҫӗнчен патакпа ҫапнӑ, ун ҫине сурнӑ тата ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ. 20 Юлашкинчен, унран мӑшкӑлласа кулнӑ хыҫҫӑн, вӗсем ун ҫийӗнчи тӗксӗм хӗрлӗ тумтире хывса илнӗ те ӑна хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара ӑна юпа ҫине пӑталама илсе кайнӑ. 21 Вӗсем хиртен килекен пӗр ҫынна — Си́мон ятлӑ Кире́на ҫыннине, Александрпа Руфӑн ашшӗне — тӗл пулнӑ. Вӗсем ӑна Иисуса пӑталамалли юпана йӑтса пыма хушнӑ.

22 Иисуса Голго́фа текен вырӑна илсе килнӗ. Ҫак сӑмах «пуҫ купташки» тенине пӗлтерет. 23 Унта ӑна миррӑпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех* ӗҫтересшӗн пулнӑ, анчах вӑл ӗҫмен. 24 Салтаксем ӑна юпа ҫине пӑталанӑ та унӑн ҫиелти тумтирне, кама мӗн тивӗ тесе шӑпа ярса, пӗр-пӗрин хушшинче пайланӑ. 25 Иисуса юпа ҫине ирхи тӑхӑр сехет тӗлнелле* пӑталанӑ пулнӑ. 26 Унӑн айӑпне кӑтартса пуҫӗ тӑрринче «Иудейсен патши» тесе ҫырса хуни пулнӑ. 27 Унпа юнашар юпасем ҫине икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — унӑн сылтӑм енне, теприне — сулахай енне. 28 ——* 29 Иртсе ҫӳрекенсем ӑна хурласа пуҫӗсене сулла-сулла каланӑ: «Эй! Храма аркатса ӑна виҫӗ кун хушшинче туса лартас текен, 30 юпа ҫинчен анса хӑвна ху ҫӑл». 31 Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем те унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, хӑйне хӑй ҫӑлаймасть! 32 Христос, Израиль патши, халӗ юпа ҫинчен антӑр. Эпир ҫакна курӑпӑр та ӗненӗпӗр». Унпа юнашар юпасем ҫинче ҫакӑнса тӑракансем те ӑна хурласа калаҫнӑ.

33 Кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет* тӗлнелле ҫавӑнти пӗтӗм ҫӗре тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫакӑ кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетчен* тӑсӑлнӑ. 34 Виҫӗ сехетре Иисус хыттӑн кӑшкарса янӑ: «Эли́, Эли́, лама́ савахфани́?» Ҫакӑ «Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, мӗншӗн эсӗ мана хӑвартӑн?» тесе куҫарӑнать. 35 Ҫакна илтсен ҫывӑхра тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Пӑхӑр-ха, вӑл Илияна чӗнет», — теме пуҫланӑ. 36 Пӗри тата чупса кайнӑ та, йӳҫӗ эрех сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: «Тӑхтӑр-ха! Айтӑр пӑхар, Илия́ ӑна антарма килӗ-и?» 37 Анчах Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та вилсе кайнӑ*. 38 Ҫав вӑхӑтра храмри чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех икӗ пая пайланса ҫурӑлса аннӑ. 39 Иисуса хирӗҫ тӑракан ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* вӑл мӗнле вилнине курсан каланӑ: «Ку ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ иккен».

40 Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ, вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ. Вӗсем хушшинче Мария Магдали́на, Кӗҫӗн* Иаковпа Ио́сия* амӑшӗ Мария тата Саломи́я пулнӑ; 41 Иисус Галилейӑра пулнӑ чухне вӗсем унпа пӗрле ҫӳренӗ тата ӑна пулӑшса тӑнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.

42 Кун каҫ еннелле сулӑннӑ. Ҫакӑ хатӗрленмелли кун, урӑхла каласан, шӑматкун умӗнхи кун, пулнӑ пирки 43 унта Аримафе́я ҫынни Иосиф пынӑ (вӑл иудейсен Аслӑ судӗнчи* хисеплӗ ҫын пулнӑ, вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтнӗ). Хӑюлӑх ҫитерсе вӑл Пила́т патне кӗнӗ те Иисусӑн кӗлеткине ыйтнӑ. 44 Иисус вилни ҫинчен илтсен Пила́т тӗлӗннӗ. Вара вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхне чӗнсе илсе унран Иисус вилнӗ-и тесе ыйтса пӗлнӗ. 45 Иисус чӑнах та вилнине пӗлсен, Пила́т унӑн кӗлеткине Иосифа пама хушнӑ. 46 Вара Иосиф паха йӗтӗн пир туяннӑ та кӗлеткене юпа ҫинчен антарса ӑна пирпе чӗркенӗ. Унтан вӑл ӑна ту хысакӗнче касса тунӑ тупӑклӑха хунӑ, тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ. 47 Мария Магдали́на тата Ио́сия амӑшӗ Мария Иисуса ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.

16 Шӑматкун иртсен, Мария Магдали́на, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломи́я, Иисусӑн кӗлеткине кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ. 2 Эрнен малтанхи кунӗнче ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ. 3 Вӗсем пӗр-пӗринпе: «Тупӑклӑх шӑтӑкӗ умӗнчи чула пире кам йӑвантарса куҫарса парӗ-ши?» — тесе калаҫса пынӑ. 4 Анчах унта ҫитсен вӗсем пӑхнӑ та курах кайнӑ: ҫав чул питӗ пысӑк пулнӑ пулин те, ӑна йӑвантарса куҫарса хунӑ. 5 Тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шурӑ вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын ларнине курнӑ, вара вӗсем тӗлӗнсе хытса кайнӑ. 6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Ан тӗлӗнӗр. Эсир Назаре́т Иисусне, юпа ҫине пӑталанӑскере, шыратӑр вӗт. Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл кунта ҫук. Акӑ ӑна хунӑ вырӑн. 7 Эсир вара унӑн вӗренекенӗсене тата Пётра кайса калӑр: „Вӑл сире Галилейӑра кӗтӗ. Хӑй сире каланӑ пек, эсир ӑна унта куратӑр“». 8 Вӗсем хӑранипе чӗтресе тата хытӑ тӗлӗнсе тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ. Хӑранӑран вӗсем никама та нимӗн те каламан*.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «кайӑк хурт пылне».

Ҫакӑ вӑл святой сывлӑшпа суйласа илессине пӗлтерет.

Урӑхла каласан, Туррӑн сывлӑшӗ.

Е «Турӑ умне хумалли ҫӑкӑра».

Е «аллине паралич ҫапнӑ ҫын».

Е «хастарлӑскер».

Урӑхла каласан, Шуйттан.

Е «ҫак тӗнчери». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.

Е «виҫмелли карҫинккапа».

Е «ҫытар; минтер».

Е «ҫӑва».

Авалхи Рим ҫарӗнчи салтаксен ушкӑнӗ. Пӗр легионра 4 000—6 000 салтак пулнӑ. Ҫакӑнта ҫак сӑмах шучӗ нумай пулнине кӑтартса парать.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «темиҫе хутченех хушнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӑхӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ тумтир тӑхӑнмалла мар».

Ку вӑл И́род Анти́па.

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пилленӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал черечӗ тӗлнелле».

Ҫакӑ вӗсен аллисем хура пулнине пӗлтермест, аллисене еврейсен йӑли-йӗрки тӑрӑх ҫуманнине пӗлтерет.

Е «шыва кӗртеҫҫӗ».

Е «ылханакана».

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Грек текстӗнче нумайлӑ хисепре тӑракан порне́йа сӑмахпа усӑ курнӑ. Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «чӑрсӑррӑн хӑтланасси». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑмсанакан куҫ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Сирофиники́я ҫынни пулнӑ». Вӑл Финикийӑра ҫуралнӑ пулас.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗрентме».

Е «ӳпкелеме».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман хыҫа кайса тӑр».

Е «хӑйӗн ирӗкне».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аскӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ҫак сӑмаха хӑйсен ӑшне хывнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».

Е «такӑнсан».

Е «ашак ҫавӑракан арман чулӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

Словаре пӑхӑр.

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

Урӑхла каласан, гееннӑна пӑрахнисенчен кашнин.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑл».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр сӳсмен тӑхӑнтартса пӗрлештернине».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗмӗрлӗх пурнӑҫа еткерлӗхе илес».

Е, тен, «пӗр-пӗринчен».

Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпӗ шыва кӗнӗ пек шыва кӗме».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпӗ шыва кӗнӗ пек те шыва кӗрӗр».

Е «камсем халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланаҫҫӗ, ҫавсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «раввуни́».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳперен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «императора».

Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «ӑнланас пултарулӑхпа».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «чи лайӑх вырӑнсенче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫурчӗсене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр кодра́нт чухлӗ икӗ ле́пта». Ле́пта — иудейсен чи пӗчӗк пӑхӑр е бронза укҫи. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫуратнӑ чухнехи асапсен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтан».

Урӑхла каласан, Даниил пророкла каланине вулакан.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «автан авӑтнӑ чухне».

Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ, 300 дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫулталӑка яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «унпа хаяррӑн калаҫнӑ; ӑна вӑрҫнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пилленӗ те».

Е «псаломсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнатӑр».

«Атте» тенине пӗлтерекен еврей е арамей сӑмахӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Е «ҫурма ҫарамас; аялти кӗпи-йӗмӗпе кӑна».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑватӑн».

Е «малти картишне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ылханса».

Е «пурпур тӗслӗ».

Ҫак хутӑш пуҫа минретнӗ тата ыратнине туйми тунӑ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «виҫҫӗмӗш сехетре» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет ҫитиччен» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Е «унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».

Е «Пӗчӗк».

Е, тен, «Иосиф».

Е «Синедрионри».

Шанӑҫа тивӗҫлӗ авалхи алҫырусем тӑрӑх, Марк ҫырнӑ Евангели 8-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсемпе вӗҫленет. А3-мӗш приложение пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр