Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Матфей 1:1—28:20
  • Матфей

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Матфей
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Матфей

МАТФЕЙ

ПӖЛТЕРНӖ ЫРӐ ХЫПАР

1 Авраа́м ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн* пурнӑҫӗ* ҫинчен каласа паракан кӗнеке.

 2 Авраамран Исаа́к ҫуралнӑ,

Исаакран — Иаков,

Иаковран Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ,

 3 Иудӑн Фамарьтен Фареспа За́ра ҫуралнӑ,

Фаресран Есро́м ҫуралнӑ,

Есромран — Ара́м,

 4 Арамран — Аминада́в,

Аминадавран — Наассо́н,

Наассонран Салмо́н ҫуралнӑ.

 5 Салмонӑн Раавран Воо́з ҫуралнӑ,

Воозӑн Руфьрен — Ови́д,

Овидран — Иессе́й,

 6 Иессейран Давид патша ҫуралнӑ.

Давидӑн У́рия арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ,

 7 Соломонран Ровоа́м ҫуралнӑ,

Ровоамран — А́вия,

Авийӑран — А́са,

 8 Асӑран — Иосафа́т,

Иосафатран — Иора́м,

Иорамран — О́зия,

 9 Озийӑран — Иоафа́м,

Иоафамран — Аха́з,

Ахазран — Езеки́я,

10 Езекийӑран — Мана́ссия,

Манассийӑран — Амо́н,

Амонран — Ио́сия,

11 Иосийӑран Иехонийӑпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра израильтянсене Вавилон ҫӗрне куҫарса кайнӑ.

12 Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонийӑран Салафии́л ҫуралнӑ,

Салафиилран — Зорова́вель,

13 Зоровавельран — Авиу́д,

Авиудран — Елиаки́м,

Елиакимран — Азо́р,

14 Азортан — Садо́к,

Садокран — Ахи́м,

Ахимран — Елиу́д,

15 Елиудран — Елеаза́р,

Елеазартан — Матфа́н,

Матфанран — Иаков,

16 Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ. Марийӑран вара Христос теекен Иисус ҫуралнӑ.

17 Ҫапла вара Авраамран Давида ҫитиччен мӗнпурӗ 14 сыпӑк, Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те 14 сыпӑк, Вавилона куҫарса кайнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те 14 сыпӑк.

18 Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулнӑ: унӑн амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫнӑ пулнӑ, анчах вӗсем мӑшӑрланиччен Мария святой сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. 19 Унӑн пулас упӑшки* Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ. Вӑл Марийӑн ятне ярас мар тесе унпа вӑрттӑн уйрӑлас тенӗ. 20 Анчах вӑл ҫапла шухӑшласанах, ӑна тӗлӗкре Иеговӑн* ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Давид ывӑлӗ Иосиф, эсӗ арӑмна, Марийӑна, хӑв патна илме ан хӑра. Вӑл святой сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. 21 Вӑл ывӑл ача ҫуратӗ, эсӗ ӑна Иисус* тесе ят парӑн, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ». 22 Ҫакӑ пӗтӗмпех Иегова* хӑйӗн пророкӗ урлӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 23 «Акӑ хӗр йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратӗ, ӑна Еммануи́л ят парӗҫ». Ҫак ят «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет.

24 Иосиф вӑраннӑ та Иеговӑн* ангелӗ хушнӑ пек тунӑ: вӑл Марийӑна хӑй патне илнӗ. 25 Анчах Мария ача ҫуратиччен Иосиф унпа ар хутшӑнӑвне кӗмен. Ывӑл ача ҫуралсан, вӑл ӑна Иисус тесе ят панӑ.

2 Иисус Иудейӑри Вифлее́м хулинче ҫуралнӑ, ҫав вӑхӑтра патшара И́род* ларнӑ. Пӗр вӑхӑт иртсен, хӗвелтухӑҫ енчен Иерусалима астрологсем* пынӑ. 2 Вӗсем каланӑ: «Иудейсен патши пулма ҫуралнӑ ача ӑҫта-ши? Эпир хӗвелтухӑҫ енче пулнӑ чухне унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та ӑна хисеп тума* килтӗмӗр». 3 Ҫакна илтсен И́род патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптраса ӳкнӗ. 4 Вӑл аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисене пухнӑ та вӗсенчен: «Христос* ӑҫта ҫуралмалла?» — тесе ыйтнӑ. 5 Вӗсем ӑна каланӑ: «Иудейӑри Вифлеемра, мӗншӗн тесен пророк ҫапла ҫырнӑ: 6 „Сан пирки, Иудӑри Вифлее́м, Иудӑн пуҫлӑхӗсемшӗн пӗлтерӗшлех мар хула теме ҫук, мӗншӗн тесен санран пуҫлӑх тухӗ, вӑл манӑн халӑхӑн, Израилӗн, кӗтӳҫи пулӗ“».

7 Вара И́род астрологсене вӑрттӑн чӗнсе илсе вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ. 8 Унтан вӑл вӗсене Вифлеема кайма хушнӑ та каланӑ: «Кайӑр та ачана шыраса тупӑр. Ӑна тупсан мана пӗлтерӗр, вара эпӗ те кайса ӑна хисеп тӑвӑп*». 9 Патшана итлесе пӗтерсен астрологсем ҫула тухнӑ. Вӗсем хӗвелтухӑҫ енче пулнӑ чухне курнӑ ҫӑлтӑр ача пулнӑ тӗле ҫитсе чарӑниччен вӗсен умӗнче пынӑ. 10 Ҫӑлтӑр чарӑнса тӑнине курсан вӗсем питӗ савӑннӑ. 11 Пӳрте кӗрсен, вӗсем ачапа унӑн амӑшне, Марийӑна, курнӑ та ача умне чӗркуҫленсе ларса ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Унтан вӗсем хӑйсен арчисене уҫса ӑна ылтӑн, латӑн тата мирра парнеленӗ. 12 Хӑйсен ҫӗршывне вара вӗсем урӑх ҫулпа кайнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене тӗлӗкре И́род патне ан таврӑнӑр тесе асӑрхаттарнӑ.

13 Астрологсем кайсан, Иеговӑн* ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та каланӑ: «Тӑр та ачапа унӑн амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ сана каличчен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен И́род ачана шыраса тупса вӗлересшӗн». 14 Вара Иосиф тӑнӑ та ачапа унӑн амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ. 15 Вӑл унта И́род виличченех пурӑннӑ. Ҫапла Иегова* хӑйӗн пророкӗ урлӑ: «Эпӗ хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе илтӗм», — тесе калани пурнӑҫланнӑ.

16 И́род ӗнтӗ, астрологсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ. Вара вӑл Вифлеемпа ун таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. (Ача миҫе ҫулта пулнине вӑл астрологсен сӑмахӗсем тӑрӑх пӗлнӗ.) 17 Ҫавӑн чухне Турӑ Иереми́я пророк урлӑ каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнӑ: 18 «Ра́ма хулинче йӗни, уласа макӑрни илтӗннӗ. Рахи́ль хӑйӗн ачисемшӗн йӗнӗ, вӗсем ҫукран вӑл лӑпланасшӑн пулман».

19 И́род вилсен, Иеговӑн* ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та 20 ҫапла каланӑ: «Тӑр та ачапа унӑн амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай, мӗншӗн тесен ачана вӗлерес текенсем вилсе пӗтрӗҫ». 21 Вара вӑл тӑнӑ та ачапа унӑн амӑшне илсе Израиль ҫӗрне таврӑннӑ. 22 Анчах та Иудейӑра И́род ывӑлӗ, Архела́й, ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсен, Иосиф унта кайма хӑранӑ. Унсӑр пуҫне, ӑна Турӑ та тӗлӗкре асӑрхаттарнӑ, ҫавӑнпа вӑл Галиле́я ҫӗрне кайнӑ. 23 Унта вӑл Назаре́т хулинче пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла пророксем урлӑ «ӑна* Назаре́т ҫынни* тейӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ.

3 Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн Иудея пушхирӗнче ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ. 2 Вӑл ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ». 3 Шӑп ун ҫинчен Иса́ия пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пушхирте чӗнсе калаканӑн сасси илтӗнет: „Иегова* валли ҫул хатӗрлӗр! Ун валли ҫулсене такӑрлатӑр!“». 4 Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл саранча тата пыл* ҫисе пурӑннӑ. 5 Ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран тата пӗтӗм Иорда́н таврашӗнчен ҫынсем пынӑ. 6 Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ, вара вӑл вӗсене Иорда́н юханшывӗнче шыва кӗртнӗ.

7 Фарисейсемпе саддукейсенчен нумайӑшӗ шыва кӗме пынине курсан, Иоанн вӗсене каланӑ: «Ҫӗлен ҫурисем, ҫитес ҫилӗрен хӑтӑлма пултаратӑр тесе сире кам каларӗ? 8 Ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартӑр. 9 Хӑвӑр ӑшӑрта: „Пирӗн атте — Авраа́м“, — теме ан та хӑйӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраа́м валли ачасем тума пултарать. 10 Акӑ пуртӑ та йывӑҫсен тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Лайӑх ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ. 11 Эпӗ сире шыва кӗртетӗп, мӗншӗн тесен эсир ӳкӗнтӗр. Анчах ман хыҫҫӑн килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ унӑн сандалине хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сирӗнтен пӗрисене святой сывлӑшпа, теприсене вутпа шыва кӗртӗ*. 12 Сӑвӑрмалли кӗреҫи* те унӑн хӑйӗн аллинчех, вӑл йӗтемне* тасатса тухӗ те туллине кӗлете пухса хурӗ, арпине вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».

13 Ҫавӑн чухне Иисус, хӑйне Иоанн шыва кӗрттӗр тесе, Галилейӑран Иорда́н хӗррине пынӑ. 14 Анчах Иоанн Иисуса чарасшӑн пулса ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ ман пата килтӗн? Санӑн мана шыва кӗртмелле». 15 Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ан чар мана, мӗншӗн тесен Турӑ хушнине* пирӗн пӗтӗмпех пурнӑҫламалла». Вара Иоанн ӑна шыва кӗртме килӗшнӗ. 16 Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус шывран тухнӑ. Акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Иисус ҫине Турӑ сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ. 17 Тата тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Ҫакӑ манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп».

4 Ҫавӑн хыҫҫӑн сывлӑш* Иисуса пушхире илсе кайнӑ. Унта ӑна Шуйттан* илӗртме пуҫланӑ. 2 Иисус 40 кун та 40 каҫ типӗ тытнӑ хыҫҫӑн выҫса ҫитнӗ. 3 Вара Илӗртекен пынӑ та ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш». 4 Иисус ӑна хуравланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑкӑртан анчах килмест, Иеговӑн* ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахран килет“».

5 Унтан Шуйттан ӑна сӑваплӑ хулана илсе кайнӑ та храмӑн чи ҫӳллӗ вырӑнне тӑратса 6 ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, аялалла сик. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: „Вӑл хӑйӗн ангелӗсене сан пирки хушу парӗ“, вара „санӑн уру чулран ан такӑнтӑр тесе вӗсем сана алӑ ҫинче йӑтса кайӗҫ“». 7 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫырура ҫапла та ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, ан тӗрӗсле“».

8 Ҫакӑн хыҫҫӑн Шуйттан ӑна питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсен чапне кӑтартса 9 каланӑ: «Эсӗ мана чӗркуҫленсе пуҫҫапсан, ҫаксене пурне те эпӗ сана парӑп». 10 Иисус ӑна каланӑ: «Кай ман патран, Шуйттан! Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр*“». 11 Вара Шуйттан ун патӗнчен кайнӑ. Унтан Иисус патне уншӑн тӑрӑшма* ангелсем пынӑ.

12 Иоана арестленине илтсен Иисус Галилейӑна кайнӑ. 13 Кайран вӑл Назаретран тухса кайнӑ та Завулонпа Неффали́м тӑрӑхӗнче, тинӗс хӗрринчи Капернау́м хулинче, пурӑнма пуҫланӑ. 14 Ҫапла Турӑ Иса́ия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ: 15 «Иорда́н леш енчи Завулонпа Неффали́м ҫӗрӗ, тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫӗр, урӑх халӑхсем пурӑнакан Галиле́я! 16 Тӗттӗмлӗхре пурӑнакан ҫынсем аслӑ ҫутӑ курчӗҫ, вилӗм ӗмӗлки айӗнче пурӑнакансем ҫине ҫутӑ ҫутатрӗ». 17 Ҫавӑнтанпа Иисус: «Ӳкӗнӗр, ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ!» — тесе ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ.

18 Галиле́я тинӗсӗ хӗррипе утса пынӑ чухне Иисус тинӗсе сӗреке-тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Пётр теекен Симонпа унӑн пӗртӑванне Андрея — курнӑ. Вӗсем пулӑҫсем пулнӑ. 19 Иисус вӗсене каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, вара эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп». 20 Вӗсем ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ. 21 Малалла кайсан вӑл тата икӗ пӗртӑвана — Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ. Вӗсем Зеведе́й ывӑлӗсем пулнӑ. Вӗсем ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑнӑ. Иисус вӗсене те чӗннӗ. 22 Ҫав самантрах вӗсем ашшӗпе киммине хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ.

23 Иисус пӗтӗм Галиле́я тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл синагогӑсенче вӗрентнӗ, ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗртен сыватнӑ. 24 Вара ун ҫинчен пӗтӗм Сири тӑрӑх хыпар сарӑлнӑ. Ун патне тӗрлӗ чирпе тата ыратнипе асапланакансене, демон ярса илнисене, тытамак чирӗпе чирлекенсене тата паралич ҫапнӑ ҫынсене пурне те илсе пынӑ, вӑл вӗсене сыватнӑ. 25 Ҫавӑнпа Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иорда́н леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ.

5 Иисус халӑха курсан ту ҫине хӑпарнӑ. Вӑл ларсан, ун патне вӗренекенӗсем пынӑ, 2 вара вӑл вӗсене вӗрентме пуҫланӑ:

3 — Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем* телейлӗ, мӗншӗн тесен ҫӳлти Патшалӑх вӗсенӗн.

4 Хуйхӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсене йӑпатӗҫ.

5 Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӗре еткерлӗхе илӗҫ.

6 Тӳрӗлӗхшӗн ҫунакансем* телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсен кӑмӑлне ҫырлахтарӗҫ.

7 Хӗрхенекенсем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсене те хӗрхенӗҫ.

8 Таса чӗреллисем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра курӗҫ.

9 Мир пултӑр тесе тӑрӑшакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ.

10 Кама тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрлеҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ, мӗншӗн тесен ҫӳлти Патшалӑх вӗсенӗн.

11 Мана пула сире хурласан, хӗсӗрлесен, сирӗн ҫинчен элеклесе калаҫсан, эсир телейлӗ. 12 Савӑнӑр, хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен тӳпере сире пысӑк награда пулӗ. Сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ.

13 Эсир — ҫӗр тӑварӗ. Тӑвар тутине ҫухатсан, ӑна каллех мӗнле тӑварлӑ тӑвайӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла.

14 Эсир — тӗнче ҫути. Ту ҫинче вырнаҫнӑ хула курӑнмасӑр юлмӗ. 15 Ҫутаткӑҫа ҫутсан ӑна карҫинккапа* хупласа хумаҫҫӗ, ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑна лартаҫҫӗ, вара вӑл пӳртрисене пурне те ҫутатса тӑрать. 16 Сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем умӗнче ҫавӑн пекех ҫутаттӑр. Вӗсем сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса сирӗн ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр.

17 Эпӗ закона е пророксем ҫырнине пӑрахӑҫлама килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑрахӑҫлама мар, пурнӑҫлама килнӗ. 18 Чӑн калатӑп сире: тӳпепе ҫӗр пӗтсен те, законри чи пӗчӗк саспалли е саспаллин пӗр йӗрӗ те пулин пурнӑҫланмасӑр юлмӗ. Унта ҫырни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. 19 Ҫавӑнпа та кам законри заповедьсенчен чи пӗчӗккине пӑсать тата ыттисене те ҫавна тума вӗрентет, ҫавӑ ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ*. Кам вара вӗсене тытса тӑрать тата ыттисене те ҫавна тума вӗрентет, ҫавӑ ҫӳлти Патшалӑха кӗме тивӗҫлӗ пулӗ*. 20 Калатӑп сире: эсир закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен тӳрӗрех пулмасан, ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.

21 Эсир ҫынсене авалхи вӑхӑтра ҫакӑн пек каланине илтнӗ: «Ан вӗлер. Ҫынна вӗлерекен суд умне тӑрӗ». 22 Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: кам хӑйӗн тӑванӗ ҫине тарӑхса ҫӳрет, ҫавӑ суд умне тӑрӗ; кам тӑванне тӳрккес сӑмахпа хӑртать, ҫавӑ Аслӑ суд умне тӑрӗ; кам вара: «Эсӗ — ниме тӑман ӑссӑр ҫын!» — тесе калать, ҫавӑ вутлӑ гееннӑна* лекме пултарать.

23 Эсӗ парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта вара тӑвану хӑвӑн ҫине ҫилленнине аса илсен, 24 парнӳне парне вырӑнӗ умне хӑварса малтан тӑванупа кайса мирлеш, унтан каялла килсе парнӳне кӳр.

25 Хӑвпа судлашас текенпе ҫул ҫинче пулнӑ чухнех тавлашӑва татса пама тӑрӑш. Унсӑрӑн вӑл сана судья аллине парӗ, судья вара сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. 26 Калатӑп сана: юлашки вак укҫуна* парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн.

27 «Аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала» тенине эсир илтнӗ. 28 Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй чӗринче аскӑн ӗҫ туса хӑйӗн мӑшӑрне улталать. 29 Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет* пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен пӗтӗм кӗлеткӳне гееннӑна пӑрахнинчен хӑрах куҫу пӗтни саншӑн аванрах. 30 Ҫавӑн пекех сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет* пулсан, ӑна касса ил те ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен пӗтӗм кӗлеткӳне гееннӑна пӑрахнинчен хӑрах аллу пӗтни саншӑн аванрах.

31 Тата ҫапла та каланӑ: «Кам хӑйӗн арӑмӗпе уйрӑлать, ҫавӑ ӑна уйрӑлу хучӗ патӑр». 32 Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: кам хӑйӗн арӑмӗпе вӑл аскӑн ӗҫ* туман ҫӗртенех уйрӑлать, ҫавӑ ӑна аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталама сӑлтав парать. Кам ҫавӑн пек уйрӑлнӑ хӗрарӑма качча илет, ҫавӑ урӑх ҫыннӑн арӑмӗпе аскӑн ӗҫ тӑвать.*

33 Эсир авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсене ҫапла каланине те илтнӗ: «Тупа тунине ан пӑсӑр, Иеговӑна* сӑмах панине пурнӑҫлӑр». 34 Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пачах та тупа ан тӑвӑр. Тӳпепе те тупа ан тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл — Туррӑн престолӗ, 35 ҫӗрпе те тупа ан тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл — унӑн ури саккийӗ, Иерусалимпа та тупа ан тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл — аслӑ Патша хули. 36 Пуҫӑрпа та тупа ан тӑвӑр, мӗншӗн тесен эсир пӗр ҫӳҫ пӗрчине те шурӑ та, хура та тӑваймастӑр. 37 Сирӗн «ҫапла» тени «ҫапла» тениех пултӑр, сирӗн «ҫук» тени «ҫук» тениех пултӑр, унтан ытлашши — Шуйттанран*.

38 Эсир «куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл» тенине илтнӗ. 39 Эпӗ вара ҫапла калатӑп: усал ҫынпа ан хирӗҫ, кам сана сылтӑм питҫӑмартинчен ҫупса ярать, эсӗ ун енне тепӗрне те ҫавӑрса пар. 40 Кам санпа судлашса кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна хӑвӑн ҫиелти тумтирне те пар. 41 Камӑн власть пур, ҫавӑ сана пӗр ҫухрӑм* утма хушать пулсан, унпа пӗрле иккӗ кай. 42 Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес текенрен* те ан пӑрӑн.

43 Эсир «Ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр» тенине илтнӗ. 44 Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр тата хӑвӑра хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр. 45 Ҫапла тунипе эсир ҫӳлти Аҫӑрӑн ывӑлӗсем пулнине кӑтартатӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать тата ҫумӑрне те тӳррисем ҫине те, тӳрӗ маррисем ҫине те ҫутарать. 46 Эсир хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, сире мӗнле награда пулӗ? Налог пуҫтаракансем те ҫавнах тумаҫҫӗ-и? 47 Эсир хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-и? 48 Эппин, сирӗн ҫӳлти Аҫӑр пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пекех, эсир те пӗр ҫитменлӗхсӗр* пулӑр.

6 Асӑрханӑр, тӳрӗ ӗҫсене ҫынсене кӑтартассишӗн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире ҫӳлти Аҫӑртан награда пулмӗ. 2 Ҫавӑнпа та чухӑнсене пулӑшнӑ чухне* ҫакӑн ҫинчен пурне те пӗлтерме ан тӑрӑш*. Ҫавна, хӑйсене мухтаччӑр тесе, синагогӑсенче тата урамсенче икӗпитлӗ ҫынсем тӑваҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем хӑйсене тивӗҫлине пӗтӗмпех илчӗҫ ӗнтӗ. 3 Санӑн вара чухӑнсене пулӑшнӑ чухне сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр. 4 Эсӗ тунӑ ырӑ ӗҫ ҫинчен никам та ан пӗлтӗр, вара вӑрттӑн ырӑ тунине куракан* Аҫу сана тавӑрса парӗ.

5 Кӗлтунӑ чухне хӑвӑра икӗпитлӗ ҫынсем пек ан тытӑр. Вӗсем ҫынсем курччӑр тесе синагогӑсенче, тӗп урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем хӑйсене тивӗҫлине пӗтӗмпех илчӗҫ ӗнтӗ. 6 Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ. 7 Кӗлтунӑ чухне урӑх халӑх ҫыннисем пек пӗрмай пӗр япаланах каласа ан тӑрӑр. Вӗсем нумай каланипе хӑйсене Турӑ илтӗ тесе шутлаҫҫӗ. 8 Вӗсем пек ан пулӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Аҫӑр эсир унран ыйтичченех сире мӗн кирлине пӗлсе тӑрать.

9 Эсир вара ҫапла кӗлтӑвӑр:

«Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, санӑн яту сӑваплӑ пултӑр*. 10 Санӑн Патшалӑху килтӗр. Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те тӳпери пекех пурнӑҫлантӑр*. 11 Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр парсам пире. 12 Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар. 13 Илӗртӳ хыҫҫӑн кайма ан пар пире, Шуйттанран* хӑтар пире».

14 Эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫылӑх тӑвакансене каҫаратӑр пулсан, ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ. 15 Енчен те эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫылӑх тӑвакансене каҫармастӑр пулсан, ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ.

16 Типӗ тытнӑ чухне икӗпитлӗ ҫынсем пек хӑвӑр сӑн-пите салхуллӑ ан тӑвӑр. Хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартас тесе вӗсем салхуллӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем хӑйсене тивӗҫлине пӗтӗмпех илчӗҫ ӗнтӗ. 17 Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, пит-куҫна ҫу. 18 Эсӗ типӗ тытнине ҫынсем мар, курӑнми Аҫу ҫеҫ куртӑр. Вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.

19 Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пуянлӑх пухма пӑрахӑр. Кунта вӑл тутӑхса та пӗтет, ӑна кӗве те ҫиет, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрлаҫҫӗ. 20 Хӑвӑр валли тӳпере пуянлӑх пухӑр. Унта вӑл тутӑхса та пӗтмест, ӑна кӗве те ҫимест, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрламаҫҫӗ. 21 Санӑн пуянлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ.

22 Куҫ — кӗлетке ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу пӗр япала ҫине ҫеҫ пӑхать пулсан*, пӗтӗм кӗлеткӳ те ҫутӑ пулӗ. 23 Анчах та санӑн куҫу ӑмсанать пулсан*, пӗтӗм кӗлеткӳ те тӗттӗм пулӗ. Санӑн ӑшунти ҫутӑ чӑннипех тӗттӗмлӗх пулсан, апла ҫав тӗттӗмлӗх мӗн тери пысӑк!

24 Никам та икӗ хуҫа чури пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл е пӗрне юратӗ, теприне курайми пулӗ, е пӗрне хисеплӗ*, теприне хисеплемӗ. Эсир пӗр харӑсах Туррӑн чури те, пуянлӑхӑн чури те пулаймӑр.

25 Ҫавӑнпа та калатӑп сире: хӑвӑр пурнӑҫшӑн — мӗн ҫиес, мӗн ӗҫес тесе е хӑвӑр кӗлеткешӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр. Пурнӑҫ апатран, кӗлетке тумтиртен хаклӑрах мар-и? 26 Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ. Ҫапах ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вара вӗсенчен хаклӑрах мар-и? 27 Сирӗнтен кам хӑйӗншӗн пӑшӑрханса хӑйӗн пурнӑҫне пӗр сехете* те пулин тӑсма пултарӗ? 28 Тумтиршӗн те мӗншӗн пӑшӑрханатӑр? Хирти чечексем мӗнле ӳснине тимлӗрех пӑхӑр-ха. Вӗсем ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те, 29 анчах та калатӑп сире: Соломон патша та, ҫав тери пуян пулнӑ пулин те, ҫак чечексенчен пӗрин пек те тумланайман. 30 Ӗненӳ ҫитсех кайманскерсем, паян пур та ыран кӑмакана пӑрахмалли хирти ӳсентӑрана Турӑ ҫавӑн пек тумлантарать пулсан, сире те тумлантармӗ-и вӑл? 31 Апла «Пирӗн мӗн ҫиес?», е «Пирӗн мӗн ӗҫес?», е «Пирӗн мӗн тӑхӑнас?» тесе нихӑҫан та ан пӑшӑрханӑр. 32 Ҫаксемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тем пек тӑрӑшаҫҫӗ. Сирӗн ҫӳлти Аҫӑр ҫаксем пурте сире кирлине пӗлсе тӑрать.

33 Эппин, яланах пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр тата Турӑ мӗне тӳрӗ тет, ҫавна туса пурӑнӑр*, ытти вара пурте пулӗ сире. 34 Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан пӑшӑрханӑр, мӗншӗн тесен пӑшӑрханмалли ыран та пулӗ. Кашни кунӑн хӑйӗн те йывӑрлӑхӗ ҫителӗклех.

7 Суд тума пӑрахӑр, вара хӑвӑра та суд тумӗҫ*, 2 мӗншӗн тесен эсир мӗнле суд тӑватӑр, хӑвӑра та ҫаплах суд тӑвӗҫ тата эсир хӑвӑра ыттисемпе мӗнле тытатӑр, вӗсем те хӑйсене сирӗнпе ҫаплах тытӗҫ*. 3 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи улӑм пӗрчине* куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене вара асӑрхамастӑн? 4 Хӑвӑн куҫунта пӗрене пур ҫӗртенех мӗнле-ха эсӗ тӑванна: «Сан куҫунти улӑм пӗрчине кӑларам-ха», — тесе калама пултаратӑн? 5 Икӗпитлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тӑванун куҫӗнчи улӑм пӗрчине мӗнле кӑлармаллине курӑн.

6 Сӑваплӑ япалана йытӑсене ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗне сыснасем умне ан пӑрахӑр. Вӗсем ӑна таптаса пӗтерӗҫ, каялла ҫаврӑнса хӑвӑра та туртса ҫурӗҫ.

7 Ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупатӑр, шаккӑр — вара уҫӗҫ, 8 мӗншӗн тесен ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ. 9 Сирӗнтен хӑшӗ ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсан ӑна чул парӗ 10 е пулӑ ыйтсан ӑна ҫӗлен парӗ? 11 Енчен те эсир, хӑвӑр ҫылӑхлӑ пулин те, ачӑрсене лайӑх парнесем пама пӗлетӗр пулсан, ҫӳлти Аҫӑр та хӑйӗнчен ыйтакансене ыррине паратех!

12 Ҫапла вара, хӑвӑршӑн ҫынсене мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавна пурне те тӑвӑр. Закон та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ.

13 Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесен аслӑ хапха тата сарлака ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ, нумайӑшӗ ҫав хапхаран кӗрет. 14 Тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул вара пурнӑҫ патне илсе каяҫҫӗ, вӗсене сахалӑшӗ кӑна тупать.

15 Суя пророксенчен асӑрханӑр, вӗсем сирӗн пата сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем — тӑрана пӗлмен кашкӑрсем. 16 Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен* пӗлӗр. Йӗплӗ ӳсентӑран ҫинчен виноград е инжир татаҫҫӗ-и? 17 Лайӑх йывӑҫ лайӑх ҫимӗҫ парать, начар йывӑҫ вара япӑх ҫимӗҫ парать. 18 Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ пама пултараймасть, начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ пама пултараймасть. 19 Лайӑх ҫимӗҫ паман йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. 20 Ҫапла эсир суя пророксене ӗҫӗсенчен* пӗлӗр.

21 Мана: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа», — тесе калакан кашни ҫынах ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта манӑн ҫӳлти Аттен ирӗкне пурнӑҫлакансем кӑна кӗрӗҫ. 22 Ҫав кун мана нумайӑшӗ ҫапла калӗ: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, эпир сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? Демонсене сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Сан ятупа нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тумарӑмӑр-и?» 23 Вара эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен! Усал ӗҫ тӑвакансем, кайӑр ман патӑмран!»

24 Ҫапла вара, кам ҫак сӑмахсене илтсе вӗсене пурнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ хӑйӗн ҫуртне чул хысакӗ ҫине лартнӑ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын евӗрлӗ. 25 Ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем ҫырантан тухнӑ, ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑ, вара ҫав ҫурта пырса ҫапнӑ. Анчах вӑл ишӗлсе анман, мӗншӗн тесен ӑна чул хысакӗ ҫине лартнӑ. 26 Кам ҫак сӑмахсене илтсе вӗсене пурнӑҫламасть, ҫавӑ хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ. 27 Ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем ҫырантан тухнӑ, ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑ, вара ҫав ҫурта пырса ҫапнӑ, ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл тӗппипех арканнӑ.

28 Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, ҫынсем вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, 29 мӗншӗн тесен вӑл закон вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑран власть илнӗ ҫын пек вӗрентнӗ.

8 Иисус ту ҫинчен ансан, ун хыҫҫӑн питӗ нумай ҫын пынӑ. 2 Акӑ ун патне тилҫеллӗ ҫын пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Вӑл ӑна: «Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас килсенех, эсӗ мана тасатма пултаратӑн», — тенӗ. 3 Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе каланӑ: «Тасатас килет! Тасал». Лешӗ вара ҫав самантрах тилҫерен тасалнӑ. 4 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Асту, ҫакӑн ҫинчен никама та ан кала. Священниксем эсӗ сывалнине курччӑр тесе хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей хушнӑ пек парне кӳр».

5 Иисус Капернаума кӗрсен, ун патне ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* пынӑ та йӑлӑнса 6 ӑна ҫапла каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, ман килте паралич ҫапнӑ тарҫӑм выртать, вӑл питӗ хытӑ асапланать». 7 Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ пырӑп та ӑна сыватӑп». 8 Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ ӑна хуравланӑ: «Хуҫамӑм, эпӗ сана хамӑн киле кӗртме те тивӗҫлӗ мар. Кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ. 9 Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ — тетӗп те, вӑл каять; теприне: „Кил!“ — тетӗп те, вӑл килет; хамӑн чурана та: „Ҫавна ту!“ — тесе хушсан, вӑл тӑвать». 10 Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ, вара хӑй хыҫҫӑн пыракансене каланӑ: «Чӑннине калатӑп сире: эпӗ Израиль ҫыннисем хушшинче ҫакӑн пек хытӑ ӗненекен ҫынна курманччӗ. 11 Анчах калатӑп сире: нумайӑшӗ хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ енчен килсе ҫӳлти Патшалӑхра Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа пӗрле сӗтел хушшине ларӗҫ*, 12 Патшалӑх ывӑлӗсене вара тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ. Унта вӗсем уласа макӑрӗҫ тата шӑлне шатӑртаттарӗҫ». 13 Унтан Иисус ҫӗр салтак пуҫлӑхне каланӑ: «Каях, хӑв ӗненнӗ пек пултӑр сана». Вара лешӗн тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ.

14 Иисус Пётрӑн килне пынӑ. Унта вӑл Пётрӑн хунямӑшӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ, ӑна вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулнӑ. 15 Иисус унӑн аллине сӗртӗннӗ те, ӑна вӗрилентерме пӑрахнӑ. Вара вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса Иисуса хӑналама пуҫланӑ. 16 Каҫ пулсан, Иисус патне демонсем ярса илнӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вара вӑл усал сывлӑшсене сӑмахпа хӑваласа кӑларнӑ тата чирлисене пурне те сыватнӑ. 17 Ҫапла Иса́ия пророкла калани пурнӑҫланнӑ: «Вӑл пирӗн хӗн-асапа хӑйӗн ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ».

18 Хӑй тавра халӑх питӗ нумай пулнине курсан, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тинӗс леш енне каҫма хушнӑ. 19 Ун патне пӗр закон вӗрентӳҫи пынӑ та ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп». 20 Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Тилӗсен те шӑтӑкӗ пур, кайӑксен те йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара хӑйӗн килӗ те ҫук*». 21 Унтан вӗренекенӗсенчен пӗри ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, малтан аттене кайса пытарма ирӗк парсам мана». 22 Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыр, вилнисене вилнисемех пытарччӑр».

23 Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле кимӗ ҫине ларнӑ. 24 Акӑ тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, хумсем кимме путарасла ҫапма пуҫланӑ, Иисус вара ҫывӑрнӑ. 25 Вӗсем ӑна вӑратса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, ҫӑл пире, пӗтетпӗр!» 26 Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑраса ӳкрӗр? Сирӗн ӗненӳ ӑҫта?*» Унтан вӑл тӑнӑ та ҫилпе тинӗсе чарӑнма хушнӑ, вара ҫанталӑк лӑпланнӑ. 27 Вӗренекенӗсем тӗлӗнсе: «Кам-ши ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать!» — тенӗ.

28 Иисус тинӗс леш енне Гада́ра ҫӗрне ҫитсен, ӑна хирӗҫ масар* ҫинчен демонсем ярса илнӗ икӗ ҫын чупса тухнӑ. Вӗсем ҫав тери тискер пулнӑран ҫав ҫулпа никам та иртсе ҫӳреме хӑяйман. 29 Вӗсем кӑшкӑрса каланӑ: «Турӑ Ывӑлӗ, сана пирӗнтен мӗн кирлӗ? Эсӗ кунта вӑхӑт ҫитичченех пире асаплантарма килтӗн-и?» 30 Вӗсенчен аякра сыснасен пӗр пысӑк кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 31 Демонсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, пире сыснасем ӑшне яр», — тесе йӑлӑнма пуҫланӑ. 32 Вӑл вӗсене: «Кайӑр!» — тенӗ. Лешӗсем вара ҫынсен ӑшӗнчен тухса сыснасем ӑшне кӗнӗ, вара пӗтӗм кӗтӳ чӑнкӑ ҫыранран тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 33 Сысна кӗтӗвне пӑхакансем хулана чупса кайнӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑ, демонсем ярса илнӗ ҫынсемпе мӗн пулса иртнине те каласа кӑтартнӑ. 34 Вара пӗтӗм хула Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Иисуса курсан вӗсем ӑна хӑйсен тӑрӑхӗнчен кайма йӑлӑннӑ.

9 Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫыран тепӗр енне каҫса хӑйӗн хулине килнӗ. 2 Ҫынсем ун патне наҫилккапа паралич ҫапнӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсен ӗненӗвне курса Иисус ӑна: «Ан хӑра, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ», — тенӗ. 3 Закон вӗрентӳҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем вара хӑйсен ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Вӑл Турра хурлать». 4 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр чӗрӗрте ҫавӑн пек усал шухӑшсем тытатӑр? 5 Хӑшне калама ҫӑмӑлрах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и е „Тӑр та утса ҫӳре“ теме-и? 6 Ҫапах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма власть пуррине сирӗн пӗлмелле пултӑр тесе...» — тенӗ те паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Тӑр та наҫилккуна илсе килне кай». 7 Лешӗ тӑнӑ та килне кайнӑ. 8 Ҫакна курсан халӑх тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ, вара ҫынсене ҫакӑн пек власть паракан Турра мухтама пуҫланӑ.

9 Иисус унтан кайнӑ та налог пуҫтаракан ҫуртра Матфей ятлӑ ҫын ларнине курнӑ, вӑл ӑна каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыр». Лешӗ тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ. 10 Каярахпа Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Матфей килӗнче апат ҫинӗ. Унта налог пуҫтаракансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑн пынӑ, вара вӗсемпе пӗрле апат ҫиме пуҫланӑ. 11 Фарисейсем ҫакна курсан унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: «Мӗншӗн сирӗн вӗрентекен налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫиет?» 12 Ҫакна илтсен Иисус каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 13 Кайӑр та „Мана парне кирлӗ мар, хӗрхенни кирлӗ“ тени мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ».

14 Унтан ун патне Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ та ыйтнӑ: «Эпир те, фарисейсем те типӗ тытатпӑр. Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем типӗ тытмаҫҫӗ?» 15 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Кӗрӳ каччӑн тусӗсем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне хуйхӑраҫҫӗ-и? Анчах вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. 16 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пиртен саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире ҫурса ярӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. 17 Никам та ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе кивӗ сӑран хутаҫа ямасть; ҫапла тусан хутаҫӗ ҫурӑлать, вара эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять. Ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа яраҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлаҫҫӗ».

18 Вӑл вӗсене ҫакна каланӑ чухне ун патне пӗр пуҫлӑх пынӑ, вӑл ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: «Манӑн хӗр вилсе те кайрӗ пулӗ, эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ, вӑл чӗрӗлӗччӗ».

19 Вара Иисус тӑнӑ та хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ун хыҫҫӑн кайнӑ. 20 Акӑ пӗр хӗрарӑм, юн кайнипе 12 ҫул асапланаканскер, хыҫалтан пырса унӑн ҫиелти тумтирӗн аркин ҫӳҫине сӗртӗннӗ, 21 мӗншӗн тесен хӑй ӑшӗнче вӑл: «Унӑн ҫиелти тумтирне сӗртӗнсенех сывалӑп», — тенӗ. 22 Иисус ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑна курсан ҫапла каланӑ: «Хӗрӗм, ан хӑра! Ху ӗненни сыватрӗ сана». Хӗрарӑм ҫав самантрах сывалнӑ.

23 Пуҫлӑхӑн килне ҫитсен, Иисус унта флейта калакансене тата хытӑ макӑракан нумай ҫынна курнӑ. 24 Вӑл вӗсене каланӑ: «Тухӑр кунтан, хӗрача вилмен, вӑл ҫывӑрать». Вара унран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. 25 Халӑха кӑларса ярсан, вӑл кӗнӗ те хӗрачана аллинчен тытнӑ, вара лешӗ тӑнӑ. 26 Ҫак ӗҫ ҫинчен ҫав вырӑнта пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ.

27 Иисус унтан кайнӑ чухне ун хыҫӗнчен икӗ суккӑр ҫын: «Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире!» — тесе кӑшкӑрса пынӑ. 28 Иисус пӳрте кӗрсен, ҫав суккӑр ҫынсем ун патне пынӑ. Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ ҫакна тума пултарасса ӗненетӗр-и?» Вӗсем ӑна: «Ӗненетпӗр, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ. 29 Унтан вӑл вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр сире», — тенӗ. 30 Вара вӗсем курма пуҫланӑ. Иисус вӗсене асӑрхаттарнӑ: «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр». 31 Анчах вӗсем кайнӑ та ун ҫинчен ҫав вырӑнта пур ҫӗрте те каласа ҫӳренӗ.

32 Вӗсем тухса кайнӑ чухне Иисус патне демон ярса илнӗ чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ. 33 Иисус демона хӑваласа кӑларсан, чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ. Халӑх тӗлӗнсе каланӑ: «Израильте кун пекки нихӑҫан та пулман». 34 Анчах фарисейсем каланӑ: «Демонсене вӑл демонсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».

35 Иисус мӗнпур хуласемпе ялсем тӑрӑх ҫӳресе синагогӑсенче вӗрентнӗ, ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗртен сыватнӑ. 36 Нумай ҫынна курсан Иисус вӗсене питӗ шелленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек пулнӑ — вӗсем суранланса пӗтнӗ тата вӗсене пӑрахса хӑварнӑ пулнӑ. 37 Вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал. 38 Ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине вӑл хӑйӗн ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ тесе йӑлӑнӑр».

10 Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма власть панӑ тата ҫынсене чир-чӗртен сыватма хӑват панӑ.

2 Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: Пётр теекен Си́мон тата унӑн шӑллӗ Андрей; Зеведе́й ывӑлӗсем — Иаков тата унӑн шӑллӗ Иоанн; 3 Филипп тата Варфоломе́й; Фома́ тата налог пуҫтаракан Матфей; Алфе́й ывӑлӗ Иаков; Фадде́й; 4 Си́мон Канани́т* тата каярахпа Иисуса сутнӑ Иуда Искарио́т.

5 Ҫак вуниккӗшне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Урӑх халӑх ҫыннисем патне ан кайӑр, Сама́ри хулисене пӗрне те ан кӗрӗр. 6 Ун вырӑнне Израилӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр. 7 Ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, — тесе ырӑ хыпар пӗлтерӗр. 8 Чирлисене сыватӑр, вилнисене чӗртсе тӑратӑр, тилҫеллисене тасатӑр, демонсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр. 9 Пиҫиххийӗр ӑшне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та ан чикӗр. 10 Ҫул ҫине хутаҫ та, улӑштармалли тумтир* те, сандали те, туя та ан илӗр, мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев* илме тивӗҫлӗ.

11 Кирек мӗнле хулана е яла кӗрсен, унта сирӗн хыпара итлеме тивӗҫлӗ ҫынсене шырӑр, вара хӑвӑр кайиччен унтах юлӑр. 12 Пӳрте кӗрсен унти ҫынсене саламлӑр*. 13 Килӗ тивӗҫлӗ пулсан, ӑна эсир сунакан мир* ҫиттӗр, тивӗҫсӗр пулсан, эсир сунакан мир хӑвӑрах таврӑнтӑр. 14 Кам та пулсан сире йышӑнмасан е сирӗн сӑмаха итлемесен, ҫав ҫуртран е хуларан тухнӑ чухне хӑвӑрӑн ура ҫинчи тусана силлесе хӑварӑр. 15 Чӑн калатӑп сире: Суд кунӗнче Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.

16 Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсем хушшине янӑ пек яратӑп, ҫавӑнпа ҫӗлен пек асӑрхануллӑ пулӑр, кӑвакарчӑн пек чеелӗхсӗр* пулӑр. 17 Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире суда тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче чӗн пушӑпа хӗнӗҫ. 18 Сире ман пирки пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Ҫапла вӗсем те, урӑх халӑх ҫыннисем те ман ҫинчен пӗлӗҫ. 19 Сире влаҫри ҫынсен аллине тытса парсан, мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан пӑшӑрханӑр, мӗн каламалли ҫав самантра тупӑнӗ, 20 мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр калаҫмӑр, сире Аҫӑр сывлӑшӗ мӗн каламаллине пӗлтерӗ. 21 Пӗртӑванӗ пӗртӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ, ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ. 22 Ман ятшӑн сире пурте курайми пулӗҫ, анчах вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ. 23 Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир теприне тарӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израилӗн хулисене ҫӳресе тухма та ӗлкӗреймӗр, Этем Ывӑлӗ килӗ.

24 Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑрах мар, чура та хуҫинчен аслӑрах мар. 25 Вӗренекене хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулса тӑни ҫителӗклӗ, чурана та хӑйӗн хуҫи пек пулса тӑни ҫителӗклӗ. Кил хуҫине Веельзеву́л* терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ ҫинчен те ҫаплах каламӗҫ-и вара? 26 Вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесен пытарса хӑварни те ҫиеле тухӗ, вӑрттӑнни те паллӑ пулӗ. 27 Эпӗ сире тӗттӗмре каланине ҫутӑра калӑр, шӑппӑн каланине ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр. 28 Кӗлеткене вӗлерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна вӗлереймӗҫ*. Ун вырӑнне чуна та, кӗлеткене те гееннӑра* пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29 Икӗ ҫерҫие* пӗр вак укҫапа* сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те ҫӳлти Аҫӑр асӑрхамасӑр ҫӗре ӳкмест. 30 Сирӗн пирки калас пулсан вара, вӑл сирӗн пуҫ ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулнине те пӗлет. 31 Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр, эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах.

32 Кам ҫынсем умӗнче хӑйӗн пирки манӑн вӗренекен пулни ҫинчен калать, эпӗ те Аттем умӗнче вӑл манӑн вӗренекен пулни ҫинчен калӑп. 33 Кам вара ҫынсем умӗнче манран тунать, унран эпӗ те ҫӳлти Аттем умӗнче тунӑп. 34 Эпӗ ҫӗр ҫине мир кӳме килнӗ тесе ан шутлӑр. Эпӗ мир мар, хӗҫ кӳме килнӗ. 35 Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килнӗ. 36 Ҫыншӑн хӑйӗн килӗнчисемех тӑшмансем пулӗҫ. 37 Кам хӑйӗн ашшӗне е амӑшне манран ытларах юратать, ҫавӑ манӑн вӗренекен пулма тивӗҫлӗ мар. Кам ывӑлне е хӗрне манран ытларах юратать, ҫавӑ та манӑн вӗренекен пулма тивӗҫлӗ мар. 38 Ҫавӑн пекех кам хӑйӗн асап юпине* йӑтса ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ манӑн вӗренекен пулма тивӗҫлӗ мар. 39 Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшать, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам вара маншӑн хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатать, ҫавӑ каллех пурӑнӗ.

40 Кам сире йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. Кам вара мана йышӑнать, ҫавӑ мана яракана та йышӑнать. 41 Кам пророка вӑл пророк пулнӑран йышӑнать, ҫавӑ пророк илекен наградӑнах илӗ. Кам тӳрӗ ҫынна вӑл тӳрӗ ҫын пулнӑран йышӑнать, ҫавӑ тӳрӗ ҫын илекен наградӑнах илӗ. 42 Кам та пулин ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗрне вӑл манӑн вӗренекен пулнине кура ӑна пӗр курка та пулин сивӗ шыв парать пулсан, чӑн калатӑп сире: ҫавӑ хӑйӗн наградине илетех».

11 Хӑйӗн 12 вӗренекенне ҫапла вӗрентсе каланӑ хыҫҫӑн Иисус вӗсене ытти хуласенче вӗрентме тата ырӑ хыпар сарма янӑ.

2 Иоанн тӗрмере ларнӑ чухне Христосӑн ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн вӗренекенӗсене ярса унран: 3 «Килмелли эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» — тесе ыйтнӑ. 4 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн илтнине тата мӗн курнине Иоана каласа парӑр: 5 суккӑррисем кураҫҫӗ, уксаххисем утса ҫӳреҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. 6 Кам мана пула ӗненме пӑрахмасть*, ҫавӑ телейлӗ».

7 Иоанӑн вӗренекенӗсем кайсан, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен калама пуҫланӑ: «Эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 8 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Анчах чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ. 9 Апла мӗн курма кайрӑр-ха эсир? Пророка-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 10 Шӑп ун ҫинчен „Акӑ эпӗ сан умӑнтан хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“ тесе ҫырнӑ пулнӑ. 11 Чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче пурӑннисенчен Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни — унран аслӑ. 12 Шыва кӗртекен Иоанн хӑйӗн ӗҫне тума пуҫланӑранпа* паянхи кунчченех ҫынсем ҫӳлти Патшалӑха кӗме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшакансем унта кӗреҫҫӗ. 13 Пур пророк та, закон та малашне мӗн пулассине Иоанн киличчен пӗлтерсе тӑнӑ. 14 Эсир ҫакна йышӑнма хатӗр пулсан, калам сире: вӑл — килмелли Илия́. 15 Хӑлха пурри итлетӗр.

16 Ку ӑрӑва кампа танлаштарам-ши? Ҫак ҫынсем пасарта хӑйсен юлташӗсене ҫапла каласа ларакан ачасем евӗрлӗ: 17 „Эпир сире валли флейта каларӑмӑр, эсир вара ташламарӑр. Эпир уласа макӑртӑмӑр, эсир вара хуйхӑрмарӑр*“. 18 Акӑ Иоанн килчӗ те — ҫимест те, ӗҫмест те. Ҫынсем вара: „Ун ӑшӗнче демон“, — теҫҫӗ. 19 Этем Ывӑлӗ килчӗ те — ҫиет те, ӗҫет те. Ҫынсем вара ун ҫинчен ҫапла калаҫҫӗ: „Ку ҫын тӑрана пӗлмест, эрех ӗҫме юратать, налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“. Анчах ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ унӑн ӗҫӗсенчен курӑнса тӑрать*».

20 Унтан Иисус хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен нумайӑшне ӑҫта кӑтартнӑ, ҫав хуласене ӳкӗнменшӗн айӑплама пуҫланӑ: 21 «Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хорази́н! Хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаи́да! Сирӗн патра туса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене Тирпа Сидо́н хулисенче туса кӑтартнӑ пулсан, унта пурӑнакансем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларса тахҫанах ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 22 Калатӑп сире: Суд кунӗнче Тирпа Сидо́н хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 23 Эсӗ те, Капернау́м, тӳпе таранах ҫӗкленӗн-ши? Ҫук, эсӗ виле шӑтӑкнех* анса кайӑн. Сан патра туса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене Содомра туса кӑтартнӑ пулсан, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ. 24 Калатӑп сана: Суд кунӗнче Содома санран ҫӑмӑлтарах пулӗ».

25 Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ: «Атте, ҫӗрпе тӳпе Хуҫи, эпӗ сана пурин умӗнче те мухтатӑп, мӗншӗн тесен эсӗ ҫаксене ӑслисенчен пытарса пӗчӗк ачасене уҫса патӑн. 26 Чӑнах, Атте, санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ. 27 Манӑн Атте веҫех мана панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлӗ ҫинчен никам та пӗтӗмпех пӗлмест. Ашшӗ ҫинчен те Ывӑлӗсӗр пуҫне тата Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха Ывӑлӗ камсене уҫса парас тет, ҫавсемсӗр пуҫне никам та пӗтӗмпех пӗлмест. 28 Йывӑр ӗҫлесе халтан кайнисем тата йывӑр ҫӗклем йӑтса ҫӳрекенсем, пурте ман патӑма килӗр, эпӗ сире вӑй парӑп*. 29 Манӑн сӳсмене* тӑхӑнӑр, манран вӗренӗр, мӗншӗн тесен эпӗ лӑпкӑ та йӑваш кӑмӑллӑ*. Вара эсир вӑй илетӗр*. 30 Манӑн сӳсмен меллӗ тата манӑн ҫӗклем ҫӑмӑл».

12 Пӗррехинче шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе утса пынӑ. Унӑн вӗренекенӗсем выҫса ҫитнӗрен тырӑ пучахӗсене татса ҫиме пуҫланӑ. 2 Фарисейсем ҫакна курсан ӑна каланӑ: «Пӑх-ха, санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 3 Вӑл вӗсене каланӑ: «Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем выҫса ҫитнӗ чухне вӑл мӗн туни ҫинчен эсир вуламан-им? 4 Вӑл Турӑ ҫуртне кӗнӗ, вара вӗсем сӑваплӑ ҫӑкӑра* ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑра унӑн та, унӑн ҫыннисен те ҫиме юраман, священниксен анчах ҫиме юранӑ. 5 Священниксем те, шӑматкун храмра ӗҫлеҫҫӗ пулин те, шӑматкун ҫинчен калакан закона пӑснишӗн айӑплӑ пулса тӑмаҫҫӗ. Эсир ҫакӑн ҫинчен законра вуламан-им? 6 Анчах калатӑп сире: кунта храмран та аслӑраххи пур. 7 Енчен те эсир „Мана парне кирлӗ мар, хӗрхенни кирлӗ“ тени мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ пулсан, айӑпсӑррисене айӑпламан пулӑттӑр. 8 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ — шӑматкун Хуҫи».

9 Унтан кайсан вӑл синагогӑна пынӑ. 10 Унта хӑрнӑ алӑллӑ ҫын* пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе унран: «Шӑматкун чиртен сыватма юрать-и?» — тесе ыйтнӑ. 11 Вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗн пӗртен-пӗр сурӑх шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, эсир ӑна туртса кӑларман пулӑттӑр-и? 12 Ҫын сурӑхран мӗн тери хаклӑрах! Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать». 13 Унтан вӑл ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс». Лешӗ тӑснӑ, вара унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 14 Ҫавӑн хыҫҫӑн фарисейсем тухнӑ та Иисуса вӗлерме кавар тунӑ. 15 Ҫакна пӗлсен Иисус унтан кайнӑ. Нумайӑшӗ ун хыҫҫӑн пынӑ, вӑл вара вӗсене пурне те сыватнӑ. 16 Анчах вӑл вӗсене хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хытарсах чарнӑ. 17 Ҫапла Иса́ия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнӑ:

18 «Акӑ эпӗ суйласа илнӗ ӗҫлекен, эпӗ ӑна юрататӑп тата ырлатӑп. Эпӗ ӑна хамӑн сывлӑша парӑп, вӑл вара халӑхсене тӗрӗслӗх мӗн иккенне кӑтартса парӗ. 19 Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, тӗп урамсенче унӑн сассине никам та илтмӗ. 20 Тӗрӗсмарлӑха ҫӗнтериччен вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳнме пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ. 21 Ун ҫине* халӑхсем шанса тӑрӗҫ».

22 Пӗррехинче Иисус патне демон ярса илнӗ ҫынна илсе пынӑ, вӑл суккӑр та чӗлхесӗр пулнӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, вара вӑл калаҫма тата курма пуҫланӑ. 23 Пӗтӗм халӑх шалт тӗлӗнсе кайса: «Ку Давид Ывӑлӗ мар-ши?» — теме тытӑннӑ. 24 Ҫакна илтсен фарисейсем каланӑ: «Демонсене вӑл Веельзеву́лӑн*, демонсен пуҫлӑхӗн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 25 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе вӗсене каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан арканӗ. Кирек мӗнле хула та е кил те хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан тытӑнса тӑраймӗ. 26 Ҫавӑн евӗрлех Шуйттан Шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, вӑл хӑйпе хӑй хирӗҫет. Апла пулсан, епле-ха унӑн патшалӑхӗ тытӑнса тӑрайӗ? 27 Эпӗ демонсене Веельзеву́лӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн вӗренекенсем вӗсене кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Акӑ мӗншӗн вӗсемех сире суд тӑвӗҫ. 28 Енчен те эпӗ демонсене Турӑ сывлӑшӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, сирӗн пата Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать, эсир вара ҫавна ӑнланмарӑр та. 29 Вӑйлӑ ҫынна малтан ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе ҫаратса тухма пултарӗ? Ӑна ҫыхса пӑрахсан ҫеҫ ҫавна тума пулать. 30 Кам ман майлӑ мар, ҫавӑ мана хирӗҫ. Кам манпа пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет.

31 Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсен кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, хурласа калаҫни те каҫарӑнӗ, анчах Турӑ сывлӑшӗ ҫинчен хурласа калаҫни каҫарӑнмӗ. 32 Кам Этем Ывӑлне хирӗҫ калаҫать, ҫавна каҫарӗҫ. Анчах кам святой сывлӑша хирӗҫ калаҫать, ӑна халӗ те, пуласлӑхра* та каҫармӗҫ.

33 Сирӗн йывӑҫ лайӑх пулсан, унӑн ҫимӗҫӗ те лайӑх пулать. Анчах та вӑл начар пулсан, унӑн ҫимӗҫӗ те начар пулать. Йывӑҫ мӗнлерех пулни унӑн ҫимӗҫӗнчен курӑнать. 34 Ҫӗлен ҫурисем, хӑвӑр усал пулсан, мӗнле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Ҫыннӑн чӗри мӗнпе тулнӑ, вӑл ҫавӑн ҫинчен калаҫать. 35 Ырӑ ҫын ырри ҫинчен калаҫать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чӗринче ыррине упрать. Усал ҫын усалли ҫинчен калаҫать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чӗринче усаллине упрать. 36 Калатӑп сире: ҫынсем хӑйсем каланӑ кашни пуш сӑмахшӑн Суд кунӗнче явап тытӗҫ. 37 Хӑв каланӑ сӑмахсемшӗн Турӑ сана е тӳрре кӑларӗ, е айӑплӗ».

38 Вара хӑш-пӗр фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир санран мӗнле те пулин паллӑ курасшӑн». 39 Иисус вӗсене каланӑ: «Усал та Турра шанчӑксӑр* ӑру хӑйне паллӑ кӑтартма ыйтсах тӑрать. Анчах ӑна Ио́на пророк паллисӗр пуҫне урӑх нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ. 40 Ио́на пысӑк пулӑ ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пекех, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр ӑшӗнче виҫӗ кун та, виҫӗ каҫ пулӗ. 41 Суд кунӗнче Нине́ви ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ио́на каланӑ хыпара илтсен ӳкӗннӗ. Кунта вара Ионӑран та аслӑраххи пур. 42 Суд кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене илтес тесе инҫетрен килнӗ пулнӑ. Кунта вара Соломонран та аслӑраххи пур.

43 Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, шывсӑр вырӑнсенче ҫӳресе канмалли вырӑн шырать, анчах тупаймасть. 44 Вара вӑл ҫапла калать: „Хам тухнӑ килех каялла таврӑнам“. Таврӑнсассӑн, килне никам та йышӑнманнине, ӑна шӑлса тасатнине, илемлетнине курать. 45 Унтан вӑл каять те хӑйӗнчен усалрах ҫичӗ усал сывлӑша ертсе килет. Вӗсем унта кӗреҫҫӗ те пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрупа та ҫаплах пулӗ».

46 Иисус халӑхпа калаҫнӑ вӑхӑтра унӑн амӑшӗпе шӑллӗсем пынӑ та унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ. 47 Пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Тулта санӑн аннӳпе шӑллусем тӑраҫҫӗ. Вӗсем санпа калаҫасшӑн». 48 Вара Иисус ҫав ҫынна: «Кам манӑн анне? Камсем манӑн шӑллӑмсем?» — тенӗ те 49 хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине аллипе кӑтартса каланӑ: «Акӑ манӑн анне, акӑ манӑн шӑллӑмсемпе пиччесем! 50 Кам манӑн ҫӳлти Аттен ирӗкне туса тӑрать, ҫавӑ манӑн пичче-шӑллӑм та, аппа-йӑмӑк та, анне те пулать».

13 Ҫав кун Иисус пӳртрен тухнӑ та тинӗс хӗррине пырса ларнӑ. 2 Ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл кимӗ ҫине ларнӑ. Мӗнпур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ. 3 Вара вӑл тӗслӗхсем илсе парса вӗсене нумай япалана вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Акаҫӑ акма тухнӑ. 4 Акнӑ чухне хӑш-пӗр тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ. Кайӑксем вӗҫсе килнӗ те вӗсене ҫисе янӑ. 5 Теприсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ. Тӑпри тарӑн пулманран вӗсем часах шӑтса тухнӑ. 6 Анчах хӗвел тухсан калчасене ӗнтсе янӑ, тымар ҫуккине пула вӗсем типсе ларнӑ. 7 Тата теприсем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнӗ. Йӗплӗ ӳсентӑрансем ӳссе кайнӑ та калчасене пусса илнӗ. 8 Хӑш-пӗрисем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫимӗҫ пама пуҫланӑ: пӗрисем акнинчен 100 хут ытларах, теприсем 60 хут ытларах тата теприсем 30 хут ытларах панӑ. 9 Хӑлха пурри итлетӗр».

10 Вара ун патне вӗренекенӗсем пынӑ та ыйтнӑ: «Мӗншӗн эсӗ вӗсемпе тӗслӗхсем илсе парса калаҫатӑн?» 11 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Сире ҫӳлти Патшалӑхӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланма панӑ, вӗсене вара ӑнланма паман. 12 Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 13 Акӑ мӗншӗн эпӗ вӗсемпе тӗслӗхсем илсе парса калаҫатӑп. Вӗсем пӑхаҫҫӗ, анчах курмаҫҫӗ, итлеҫҫӗ, анчах илтмеҫҫӗ, пӗлтерӗшне те ӑнланмаҫҫӗ. 14 Вӗсем ҫинче Иса́ия пророкла калани пурнӑҫланать, вӑл каланӑ: „Эсир илтме илтӗр те, анчах пӗлтерӗшне ӑнланса илеймӗр. Пӑхма пӑхӑр та, анчах кураймӑр. 15 Ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ. Вӗсем хӑлхипе илтеҫҫӗ, анчах хӑйсем илтнине тумаҫҫӗ. Нимӗн те курас мар тата илтес мар тесе вӗсем куҫӗсене хупаҫҫӗ тата хӑлхисене хуплаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем чӗрипе ӑнланса илеймеҫҫӗ, манӑн вӗсене сыватмалла пултӑр тесе ман пата таврӑнмаҫҫӗ“.

16 Эсир вара телейлӗ, мӗншӗн тесен сирӗн куҫсем кураҫҫӗ, хӑлхасем те илтеҫҫӗ. 17 Чӑн калатӑп сире: пророксемпе тӳрӗ ҫынсем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑн пулнӑ, анчах курайман, эсир илтнине илтесшӗн пулнӑ, анчах илтеймен.

18 Халӗ ӗнтӗ акаҫӑ ҫинчен каланӑ тӗслӗх мӗне пӗлтернине итлӗр. 19 Патшалӑх ҫинчен калакан сӑмаха илтнӗ, анчах ӑна ӑнланман ҫын патне Шуйттан* килет те ун чӗрине акнине вӑрласа каять. Ҫакӑ тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнине пӗлтерет. 20 Пӗрчӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкни ҫын сӑмаха илтсе ӑна хаваспах йышӑннине пӗлтерет. 21 Анчах сӑмах унра тымар яманнине пула вӑл пӗр вӑхӑт хушши кӑна ӗненет. Ҫав сӑмахшӑн хӗн курма тивсен е хӗсӗрлеме пуҫласан, вӑл тӳрех ӗненме пӑрахать. 22 Пӗрчӗсем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкни ҫакна пӗлтерет: ҫын сӑмаха илтет, анчах кулленхи пурнӑҫри* пӑшӑрханусем тата ултавлӑ пуянлӑх сӑмаха пусса илеҫҫӗ, вара вӑл ҫимӗҫ памасть. 23 Пӗрчӗсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара ҫакна пӗлтерет: ҫын сӑмаха илтсе ӑна ӑнланать те ҫимӗҫ парать, пӗри акнинчен 100 хут ытларах, тепри 60 хут ытларах тата тепри 30 хут ытларах парать».

24 Вӑл вӗсене тата тепӗр тӗслӗх каласа панӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн хирне лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. 25 Пурте ҫывӑрнӑ чухне унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫумкурӑк акса хӑварнӑ. 26 Калча ӳссе пучах кӑларсассӑн, ҫумкурӑкӗ те палӑрнӑ. 27 Чурисем хир хуҫине пырса каланӑ: „Хуҫа, эсӗ хӑвӑн хирне лайӑх вӑрлӑх акманччӗ-и-ха? Унта ҫумкурӑк ӑҫтан шӑтса тухнӑ вара?“ 28 Вӑл вӗсене: „Ҫакна манӑн тӑшман тунӑ“, — тенӗ. „Пирӗн кайса ҫумлас мар-и?“ — тесе ыйтнӑ чурисем. 29 „Ҫук, — тенӗ вӑл вӗсене. — Ҫумкурӑкпа пӗрле туллине те тӑпӑлтарса кӑларма пултаратӑр. 30 Выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр. Вырнӑ чухне вара эпӗ выракансене малтан ҫумкурӑкне пуҫтарма, ӑна ҫунтарса ямашкӑн ҫыхса хума калӑп, туллине вара хамӑн кӗлете пухса хума калӑп“».

31 Иисус вӗсене тата тепӗр тӗслӗх каласа панӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑррипе танлаштарма пулать. Ӑна пӗр ҫын хӑйӗн хирне акнӑ. 32 Вӑл ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулса каять те йывӑҫ пулса тӑрать. Кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ».

33 Вӑл вӗсене тепӗр тӗслӗх каласа панӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас чустипе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм ӑна виҫӗ пысӑк виҫе* ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти хӑпарнӑ».

34 Ҫаксене пурне те Иисус халӑха тӗслӗхсем илсе парса каланӑ. Вӑл вӗсемпе тӗслӗхсемсӗр калаҫман. 35 Ҫапла пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ: «Тӗслӗхсем илсе парса калаҫӑп. Мӗн авалтанпах* пытарӑнса тӑнине каласа пӗлтерӗп».

36 Унтан Иисус халӑха янӑ та пӳрте кӗнӗ. Ун патне вӗренекенӗсем пырса ыйтнӑ: «Хирти ҫумкурӑк ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса пар-ха пире». 37 Вӑл вӗсене каланӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫын вӑл — Этем Ывӑлӗ, 38 хир — тӗнче, лайӑх вӑрлӑх — Патшалӑх ывӑлӗсем, ҫумкурӑк — Шуйттан* ывӑлӗсем, 39 ҫумкурӑк акнӑ тӑшман — Шуйттан*, вырма вӑхӑчӗ — ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем*, выракансем вара — ангелсем. 40 Ҫумкурӑка пуҫтарса ӑна вутпа ҫунтарнӑ пекех, ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче те ҫаплах пулӗ. 41 Этем Ывӑлӗ хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем унӑн Патшалӑхӗнчен ыттисене ҫылӑх тума хӗтӗртекенсене тата усал ӗҫ тӑвакансене пурне те пуҫтарӗҫ те 42 ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ. Унта вӗсем уласа макӑрӗҫ тата шӑлне шатӑртаттарӗҫ. 43 Тӳрӗ ҫынсем вара ҫав вӑхӑтра хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ялкӑшса тӑрӗҫ. Хӑлха пурри итлетӗр.

44 Ҫӳлти Патшалӑх хирте пытарса хунӑ мул евӗрлӗ, ӑна пӗр ҫын тупнӑ та каллех пытарса хунӑ. Савӑннипе вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пурне те кайса сутнӑ та ҫав хире туяннӑ.

45 Ҫавӑн пекех ҫӳлти Патшалӑх паха ӗнчӗ шыракан купса* евӗрлӗ. 46 Пӗр питӗ хаклӑ ӗнчӗ тупсан, вӑл хӑйӗн мӗн пуррине тӳрех кайса сутса янӑ та ҫав ӗнчӗне туяннӑ.

47 Ҫавӑн пекех ҫӳлти Патшалӑха сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать, ӑна тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ лекнӗ. 48 Тетел тулсан, ҫынсем ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Унтан ларнӑ та лайӑх пуллисене суйласа илсе вӗсене карҫинккасене пуҫтарнӑ, ҫиме юрӑхсӑррисене вара кӑларса пӑрахнӑ. 49 Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усал ҫынсене тӳрӗ ҫынсенчен уйӑрса 50 ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ. Унта вӗсем уласа макӑрӗҫ тата шӑлне шатӑртаттарӗҫ».

51 Унтан Иисус ыйтнӑ: «Эсир ҫаксене пурне те ӑнлантӑр-и?» Вӗренекенӗсем ӑна: «Ӑнлантӑмӑр», — тенӗ. 52 «Апла калам сире, — тенӗ вӑл, — ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен пӗлнӗ кашни вӗрентекене кил хуҫипе танлаштарма пулать. Вӑл хӑйӗн мулне упракан вырӑнтан ҫӗннине те, киввине те илсе тухать».

53 Ҫак тӗслӗхсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ. 54 Вӑл тӑван ҫӗрне килнӗ те синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Ҫынсем хытӑ тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Кам ӑна ҫакӑн пек ӑслӑлӑх, ҫакӑн пек хӑватлӑ ӗҫсене тума пултарулӑх панӑ? 55 Вӑл платник ывӑлӗ-ҫке, унӑн амӑшӗ Мария ятлӑ. Иаковпа Иосиф тата Симонпа Иуда унӑн шӑллӗсем, 56 йӑмӑкӗсем те пирӗн хушшӑмӑртах пурӑнаҫҫӗ. Апла ҫакӑн пек ӑслӑлӑхпа пултарулӑх унӑн ӑҫтан-ши?» 57 Ҫапла вӗсем ӑна ӗненесшӗн пулман. Иисус вара вӗсене каланӑ: «Пророка пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗрӗнче тата хӑйӗн килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ». 58 Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватлӑ ӗҫсем нумаях туман.

14 Ҫав вӑхӑтра И́род*, Галиле́я ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ*, Иисус ҫинчен каланине илтнӗ те 2 хӑйӗн тарҫисене каланӑ: «Ку Шыва кӗртекен Иоанн. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, акӑ мӗншӗн вӑл ҫакӑн пек хӑватлӑ ӗҫсем тума пултарать». 3 Унччен И́род Иоана арестленӗ те сӑнчӑрласа тӗрмене хуптарнӑ пулнӑ. Ҫавна вӑл Иродиа́дӑшӑн, хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмӗшӗн, тунӑ, 4 мӗншӗн тесен Иоанн Ирода: «Закон тӑрӑх вӑл санӑн арӑму пулма пултараймасть», — тенӗ. 5 И́род Иоана вӗлересшӗн пулнӑ, анчах ҫынсенчен хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иоана пророк тесе шутланӑ. 6 И́родӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиа́дӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташланӑ, Ирода вара ҫакӑ питӗ килӗшнӗ. 7 Ҫавӑнпа вӑл, лешӗ кирек мӗн ыйтсан та, ҫавна паратӑп тесе тупа тунӑ. 8 Вара хӗр хӑйӗн амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: «Мана Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар». 9 Патша ҫакна илтсен хурланнӑ пулин те, хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗре Иоанӑн пуҫне пама хушнӑ. 10 Вара вӑл салтаксене Иоанӑн пуҫне касма тӗрмене янӑ. 11 Унӑн пуҫне тирӗкпе хӗре илсе килсе панӑ, вӑл вара ӑна хӑйӗн амӑшне кайса панӑ. 12 Каярахпа Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн кӗлеткине илсе кайса пытарнӑ. Унтан вӗсем Иисус патне кайса ӑна веҫех каласа панӑ. 13 Ҫакна илтсен, Иисус пӗччен пулас тесе кимӗ ҫине ларса ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ. Анчах тӗрлӗ хулари ҫынсем ҫакӑн ҫинчен пӗлсен унта ҫуран кайнӑ.

14 Вӑл кимӗ ҫинчен тухсан халӑх питӗ нумаййӑн пухӑннине курнӑ. Вӑл вӗсене питӗ шелленӗ, вара чирлисене сыватнӑ. 15 Каҫ пулсан, вӗренекенӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: «Ку — ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ. Ҫынсене яр, вӗсем ялсене кайса хӑйсем валли апат туянччӑр». 16 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Вӗсен ниҫта та каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр». 17 Вӗсем ӑна: «Пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук», — тенӗ. 18 Иисус: «Вӗсене мана илсе килсе парӑр-ха», — тенӗ. 19 Вара вӑл ҫынсене курӑк ҫине ларма каланӑ. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илнӗ те тӳпенелле пӑхса кӗлтунӑ*, унтан ҫӑкӑрсене хуҫса вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ҫынсене валеҫсе панӑ. 20 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене 12 карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 21 Ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, 5 000-е яхӑн арҫын пулнӑ. 22 Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса ҫыран тепӗр енне ишсе кайма хушнӑ. Хӑй вара халӑха ӑсатма тӑрса юлнӑ.

23 Ҫынсене ӑсатса янӑ хыҫҫӑн Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Тӗттӗмленсен те вӑл унта пӗчченех пулнӑ. 24 Кимӗ вара ҫырантан темиҫе ҫӗр метр* аякра пулнӑ, ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен хумсем кимме ҫапма пуҫланӑ. 25 Тул ҫутӑласпа* вӑл вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса кайнӑ. 26 Вӑл тинӗс ҫийӗпе утнине курсан вӗренекенӗсем шикленсе ӳкнӗ. Вӗсем: «Ку мӗлке!» — тенӗ те хӑранипе кӑшкӑрса янӑ. 27 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Хӑюллӑ пулӑр! Ан хӑрӑр, ку эпӗ». 28 Пётр ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, ку эсех пулсан, мана хӑвӑн патна шыв ҫийӗпе утса пыма хуш». 29 Иисус ӑна: «Кил», — тенӗ. Пётр вара кимӗ ҫинчен анса Иисус патне шыв ҫийӗпе утса кайнӑ. 30 Анчах ҫил-тӑвӑл ҫине пӑхсан вӑл хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара вӑл: «Ҫӳлхуҫа, ҫӑлсам мана!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. 31 Иисус тӳрех аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: «Ӗненӳ ӑҫта санӑн?* Мӗншӗн эсӗ иккӗленме пуҫларӑн?» — тенӗ. 32 Вӗсем кимӗ ҫине ларнӑ хыҫҫӑн ҫил-тӑвӑл лӑпланнӑ. 33 Вара кимӗ ҫинче пулнисем Иисус умне ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ». 34 Тепӗр енне каҫсан, вӗсем Геннисаре́т ҫӗрне ҫитнӗ.

35 Иисуса палласа илсен, унта пурӑнакан ҫынсем вӑл килни ҫинчен ҫав таврари пур ҫӗре те хыпар янӑ, вара ҫынсем чирлисене пурне те ун патне илсе пынӑ. 36 Вӗсем ӑна хӑвӑн ҫиелти тумтирӳн аркин ҫӳҫине сӗртӗнтерсем тесе йӑлӑннӑ. Камсем сӗртӗннӗ, ҫавсем пурте сывалнӑ.

15 Унтан Иисус патне Иерусалимран фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем килнӗ те каланӑ: 2 «Мӗншӗн санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑли-йӗркине пӑсаҫҫӗ? Сӑмахран, апат ҫиес умӗн вӗсем аллине ҫумаҫҫӗ*».

3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир вара, мӗншӗн хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Туррӑн заповедьне пӑсатӑр? 4 Сӑмахран, Турӑ ҫапла каланӑ: „Аҫупа аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне хурласа калаҫакана* вӗлерме тытса памалла“. 5 Анчах эсир: „Кам та пулин хӑйӗн ашшӗне е амӑшне: ‚Эпӗ сана мӗнпе пулӑшма пултаратӑп, ҫавна эпӗ Турра пама сӑмах патӑм‘, — тет пулсан, 6 унӑн хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хисеплемесен те* юрать“, — тетӗр. Ҫапла каласа эсир хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр. 7 Икӗпитлӗскерсем, сирӗн ҫинчен Иса́ия тӗрӗсех пророкла каланӑ: 8 „Ҫак ҫынсем мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, анчах чӗрисем вӗсен манран аякра. 9 Вӗсем мана пуҫҫапни усӑсӑр, мӗншӗн тесен вӗсен вӗрентӗвӗсем ҫынсен заповечӗсем ҫеҫ“». 10 Унтан вӑл ҫынсене чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: «Итлӗр те ҫакна ӑнланса илӗр: 11 ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет».

12 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Пӗлетӗн-и, эсӗ каланине илтсен фарисейсем питӗ ҫилленчӗҫ». 13 Иисус каланӑ: «Манӑн ҫӳлти Атте лартман кирек мӗнле ӳсентӑрана та тымарӗпех кӑкласа кӑларӗҫ. 14 Вӗсемшӗн ан кулянӑр. Вӗсем — суккӑр ертӳҫӗсем. Суккӑра суккӑр ертсе пырать пулсан, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ». 15 Пётр вара каланӑ: «Унччен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса пар-ха пире». 16 Иисус каланӑ: «Эсир те халиччен ӑнланмарӑр-и? 17 Эсир пӗлместӗр-и-мӗн: ҫӑвартан кӗрекенни вар-хырӑма кӗрет те унтан тухса канава каять. 18 Ҫӑвартан тухаканни вара чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет. 19 Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем чӗререн тухаҫҫӗ, вӗсем ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑн ӗҫ тӑвасси*, вӑрласси, суйса каласси, ылханасси патне илсе ҫитереҫҫӗ. 20 Ҫынна ҫаксем ирсӗрлетеҫҫӗ. Алӑ ҫумасӑр апат ҫини вара ҫынна ирсӗрлетмест».

21 Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидо́н ҫӗрне кайнӑ. 22 Ун патне ҫавӑнта пурӑнакан Финики́я хӗрарӑмӗ пынӑ та тархасласа ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана. Ман хӗр демон ярса илнипе хытӑ асапланать». 23 Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, — тесе ыйтнӑ, — мӗншӗн тесен вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать». 24 Иисус каланӑ: «Турӑ мана пурин патне те яман, мана Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ». 25 Анчах хӗрарӑм ун патне пынӑ та чӗркуҫленсе ларса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пулӑшсам мана!» 26 Иисус каланӑ: «Ҫӑкӑра ачасенчен илсе йытӑ ҫурисене пӑрахса пани аван мар». 27 Хӗрарӑм каланӑ: «Ҫапли ҫапла та-ха, Ҫӳлхуҫа, анчах йытӑ ҫурисем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ». 28 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн. Ху ыйтнӑ пек пултӑр сана». Унӑн хӗрӗ вара тӳрех сывалнӑ.

29 Унтан кайсассӑн Иисус Галиле́я тинӗсӗ патне ҫитнӗ. Вӑл ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ. 30 Ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксаххисене, сусӑррисене, суккӑррисене, чӗлхесӗррисене тата ытти чирсемпе чирлекенсене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ, вӑл вара вӗсене сыватнӑ. 31 Халӑх чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ, пурте Израиль Туррине мухтанӑ.

32 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Шел халӑха, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халран каясран ман вӗсене выҫӑ ярас килмест». 33 Анчах вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» 34 Вара Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» Вӗсем ӑна: «Ҫиччӗ, тата темиҫе пӗчӗк пулӑ», — тенӗ. 35 Иисус ҫынсене ҫӗр ҫине ларса тухма хушнӑ та 36 ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав туса вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа пама пуҫланӑ, вӗренекенӗсем вара ҫынсене валеҫсе панӑ. 37 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене ҫичӗ пысӑк карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 38 Ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, 4 000 арҫын пулнӑ. 39 Халӑха ярсан Иисус кимӗ ҫине ларса Магада́н ҫӗрне кайнӑ.

16 Унта Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та ӑна тӗрӗслес тесе тӳперен паллӑ кӑтартма ыйтнӑ. 2 Иисус вӗсене каланӑ: «Каҫ пулсан эсир: „Тӳпе хӗрелет, апла ыран уяр пулать“, — тетӗр. 3 Ирхине вара эсир: „Тӳпе хӗрелет, анчах пӗлӗтлӗ, апла паян ҫанталӑк япӑх пулать, ҫумӑр ҫӑвать“, — тетӗр. Эсир тӳпене пӑхса ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлме пултаратӑр, анчах хальхи вӑхӑтра пулса иртекен ӗҫсен* пӗлтерӗшне ӑнланмастӑр. 4 Усал та Турра шанчӑксӑр* ӑру хӑйне паллӑ кӑтартма ыйтсах тӑрать. Анчах ӑна Ио́на пророк паллисӗр пуҫне урӑх нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ». Вара вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ.

5 Унӑн вӗренекенӗсем ҫыранӑн тепӗр енне каҫнӑ, анчах хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме манса кайнӑ. 6 Иисус вӗсене каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсемпе саддукейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр». 7 Вӗсем хӑйсем хушшинче: «Эпир ҫӑкӑр илме манса кайнӑран вӑл ҫавӑн пек калать пулас», — тесе шухӑшлама пуҫланӑ. 8 Ҫавна пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: «Ӗненӳ ҫитсех кайманскерсем, мӗншӗн эсир хӑвӑр хушшӑрта ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? 9 Эсир халӗ те ӑнланмастӑр-и? Пилӗк ҫӑкӑрпа 5  000 ҫынна тӑрантарнине тата юлнӑ ҫӑкӑра миҫе карҫинкка пуҫтарнине астумастӑр-им? 10 Ҫичӗ ҫӑкӑрпа 4 000 ҫынна тӑрантарнине, юлнӑ ҫӑкӑра миҫе карҫинкка пуҫтарнине те астумастӑр-и? 11 Эпӗ сирӗнпе ҫӑкӑр ҫинчен калаҫманнине мӗнле-ха ӑнланмастӑр? Сирӗн фарисейсемпе саддукейсен кӑвас чустинчен сыхланмалла». 12 Вара вӗренекенӗсем вӑл вӗсене ҫӑкӑр пӗҫермелли кӑвас чустинчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен сыхланмалли ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.

13 Филипп Кесарийӗ таврашне ҫитсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫынсем Этем Ывӑлӗ пирки мӗн калаҫҫӗ? Ӑна кам вырӑнне хураҫҫӗ?» 14 Вӗсем каланӑ: «Пӗрисем вӑл Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ, теприсем — Илия́, тата теприсем Иереми́я е пророксенчен пӗри теҫҫӗ». 15 Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр ман пирки мӗн шутлатӑр?» 16 Си́мон Пётр хуравланӑ: «Эсӗ — Христос, чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ». 17 Иисус вара ӑна каланӑ: «Телейлӗ эсӗ, Ио́на ывӑлӗ Си́мон, мӗншӗн тесен ҫакна сана ҫынсем* мар, манӑн ҫӳлти Атте уҫса пачӗ. 18 Эпӗ сана калатӑп: эсӗ — Пётр, ҫак чул хысакӗ ҫинче эпӗ хамӑн пухӑва туса лартӑп, виле шӑтӑкӗн* хапхи ӑна ҫӗнтереймӗ. 19 Эпӗ сана ҫӳлти Патшалӑхӑн уҫҫисене парӑп. Тӳпере мӗн ҫыхнине эсӗ ҫӗр ҫинче ҫыхӑн, тӳпере мӗн салтнине эсӗ ҫӗр ҫинче салтӑн». 20 Унтан вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй Христос пулни ҫинчен никама та калама хушман.

21 Иисус ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта старейшинӑсенчен, аслӑ священниксенчен тата закон вӗрентӳҫисенчен нумай асап курасси ҫинчен, хӑйне вӗлересси ҫинчен тата виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ӑнлантарса пама пуҫланӑ. 22 Вара Пётр Иисуса айккинелле илсе кайса ӑна хирӗҫлеме* пуҫланӑ: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫа. Санпа ун пекки нихӑҫан та пулмӗ». 23 Иисус ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑрса Пётра каланӑ: «Кай ман патран*, Шуйттан! Эсӗ маншӑн такӑнтаракан чул, мӗншӗн тесен эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, ҫынсене юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».

24 Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма* пӑрахтӑр та хӑйӗн асап юпине* илсе ман хыҫҫӑн пытӑр. 25 Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварасшӑн, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам хӑйӗн пурнӑҫне маншӑн ҫухатать, ҫавӑ каллех пурӑнӗ. 26 Чӑнах та, ҫын пӗтӗм тӗнчене туянсан, анчах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатсан, ӑна мӗн усси пулӗ? Е хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ҫын мӗн пама пултараять? 27 Этем Ывӑлӗ Ашшӗн мухтавӗпе, хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те кашнине ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. 28 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Этем Ывӑлӗ Патша пек* килнине курмасӑр вилмӗҫ».

17 Тепӗр ултӑ кунран Иисус Пётра, Иакова тата унӑн шӑллӗне Иоана илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине хӑпарнӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх никам та пулман. 2 Унта вӑл вӗсен умӗнче улшӑннӑ: унӑн пичӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ*. 3 Акӑ вӗсене Моисейпа Илия́ курӑннӑ, вӗсем Иисуспа калаҫса тӑнӑ. 4 Вара Пётр Иисуса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, кунта пире питӗ лайӑх! Кӑмӑлу пулсан, эпӗ кунта виҫӗ хӳшӗ туса лартма пултаратӑп: пӗри сан валли, тепри Моисей валли, тата тепри Илия́ валли». 5 Вӑл ҫакна каласа тӑнӑ чухне вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илнӗ, пӗлӗтрен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп. Итлӗр ӑна». 6 Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, вӗсем питӗ хытӑ хӑранӑ. 7 Вара Иисус вӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑр, ан хӑрӑр». 8 Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман. 9 Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен хӑвӑр мӗн курни ҫинчен никама та каласа ан парӑр».

10 Вӗренекенӗсем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн закон вӗрентӳҫисем малтан Илия́ килмелле теҫҫӗ?» 11 Вӑл ҫапла хуравланӑ: «Тӗрӗс, малтан Илия́ килмелле те пӗтӗмпех хатӗрлесе хумалла. 12 Анчах та калатӑп сире: Илия́ килнӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑна паллаймарӗҫ. Унпа мӗн тӑвас тенине пурне те турӗҫ. Этем Ывӑлӗн те вӗсен аллинчен ҫавӑн пек асап курма тивӗ». 13 Вара вӗренекенӗсем вӑл Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.

14 Вӗсем халӑх патне таврӑнсан, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: 15 «Ҫӳлхуҫа, ман ывӑла хӗрхенсем. Вӑл тытамак чирӗпе чирлет, ӑна питӗ япӑх. Час-часах вӑл е вута, е шыва кӗрсе ӳкет. 16 Эпӗ ӑна санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм, анчах вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ». 17 Вара Иисус каланӑ: «Ӗненмен тата пӑсӑлнӑ ӑру! Хӑҫанччен манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен сире тӳсмелле-ши? Ман пата илсе килӗр ӑна». 18 Иисус демона арҫын ача ӑшӗнчен тухма хыттӑн хушнӑ та — лешӗ тухнӑ. Вара ача ҫав самантрах сывалнӑ. 19 Унтан, хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та: «Мӗншӗн эпир ӑна хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» — тесе ыйтнӑ. 20 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ ҫитсех каймасть. Чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри пысӑкӑш пулсан, эсир ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, — тетӗр те, вӑл куҫса ларӗ, эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗ». 21 ——*

22 Галилейӑра вӗренекенӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне сутӗҫ те ҫынсен аллине тытса парӗҫ, 23 вӗсем ӑна вӗлерӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем питӗ хурланнӑ.

24 Вӗсем Капернаума ҫитсен, Пётр патне храм валли налог* пуҫтаракансем пынӑ та: «Сирӗн вӗрентекен храм валли налог укҫи парать-и?» — тесе ыйтнӑ. 25 «Парать», — тенӗ вӑл. Анчах Пётр пӳрте кӗрсен, вӑл сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус унран ыйтнӑ: «Си́мон, мӗнле шутлатӑн, ҫӗр ҫинчи патшасем кама пошлина тата налог* тӳлеттереҫҫӗ: хӑйсен ывӑлӗсене-и е ют ҫынсене?» 26 «Ют ҫынсене», — хуравланӑ Пётр. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эппин, ывӑлӗсен налог тӳлемелле мар. 27 Анчах вӗсене тарӑхтарас мар тесе акӑ мӗн ту: тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр, чи малтан тытнӑ пулла ил те унӑн ҫӑварне уҫса пӑх, унта эсӗ кӗмӗл вак укҫа* тупӑн. Ӑна вӗсене маншӑн та, хӑвшӑн та пар».

18 Унтан Иисус патне вӗренекенӗсем пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам?» 2 Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен умне тӑратса каланӑ: 3 «Чӑн калатӑп сире: эсир улшӑнмасан тата ачасем пек пулса тӑмасан, ҫӳлти Патшалӑха ниепле те кӗреймӗр. 4 Кам ҫак ача пек хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ ҫӳлти Патшалӑхра чи асли пулать. 5 Тата кам ҫакӑн пек ачана ман ятшӑн йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать. 6 Анчах мана ӗненекен ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри пӗр-пӗр ҫынна пула ӗненме пӑрахсан*, ҫав ҫыншӑн хӑйне мӑйӗнчен арман чулӗ* ҫакса тинӗсе путарни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

7 Ҫынсене ҫылӑх тума хӗтӗртсе тӑнӑшӑн* ҫак тӗнчене хуйхӑ ҫитӗ! Паллах, ҫылӑх тума хӗтӗртекенни тупӑнсах тӑрӗ*, анчах кама пула ыттисем ҫылӑх тӑваҫҫӗ, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ! 8 Аллу е уру ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, ӑна касса ывӑтса яр. Хӑвна икӗ аллупа е икӗ урупа ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан вута пӑрахнинчен алӑсӑр е урасӑр тӑрса юлса пурнӑҫ илни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 9 Ҫавӑн пекех куҫу ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Хӑвна икӗ куҫупа вутлӑ гееннӑна* пӑрахнинчен хӑрах куҫсӑр тӑрса юлса пурнӑҫ илни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 10 Астӑвӑр, ҫак ахаль ҫынсем ҫине пӗрин ҫине те йӗрӗнсе ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере манӑн ҫӳлти Аттен сӑн-питне яланах курса тӑраҫҫӗ. 11 ——*

12 Мӗнле шутлатӑр, пӗр-пӗр ҫыннӑн 100 пуҫ сурӑх пулсан, вӗсенчен пӗри ҫухалса кайсан, ҫав ҫын 99-ӑшне тусем хушшинче хӑварса ҫухалнине шырама каймӗ-и? 13 Чӑнласах калатӑп сире: ҫав ҫын ӑна шыраса тупсан, уншӑн вӑл ҫухалман 99 сурӑхӗшӗн савӑннинчен те ытларах савӑнӗ. 14 Ҫавӑн пекех манӑн ҫӳлти Атте те* ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри те ан пӗттӗр тет.

15 Санӑн тӑвану сана хирӗҫ ҫылӑх турӗ пулсан, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫса вӑл мӗн тӗрӗс мар тунине кала*. Вӑл сана итлерӗ пулсан, ку саншӑн тӑванна тупниех пулать*. 16 Итлемерӗ пулсан, хӑвпа пӗрле пӗр е икӗ ҫынна илсе кай, ҫапла вара кирек мӗнле ӗҫ те икӗ е виҫӗ ҫын каласа кӑтартнипе ҫирӗплентӗр. 17 Вӗсене те итлемесен, пухӑва пӗлтер. Пухӑва та итлемесен, ҫак ҫын саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налог пуҫтаракан пекех пултӑр.

18 Чӑн калатӑп сире: тӳпере мӗн ҫыхнине эсир ҫӗр ҫинче ҫыхӑр, тӳпере мӗн салтнине эсир ҫӗр ҫинче салтӑр. 19 Тата калатӑп сире: сирӗнтен иккӗшӗ пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ япала ҫинчен кӗлтума калаҫса татӑлсан, манӑн ҫӳлти Атте вӗсем мӗн ыйтнине тӑвӗ. 20 Мӗншӗн тесен ӑҫта ман ятпа иккӗн е виҫҫӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫавӑнта эпӗ те вӗсем хушшинче пулатӑп».

21 Унтан Иисус патне Пётр пынӑ та ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа, хама хирӗҫ ҫылӑх тӑвакан тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?» 22 Иисус ӑна хуравланӑ: «Калатӑп сана, 7 хутчен мар, 77 хутчен* каҫармалла.

23 Ҫавӑнпа та ҫӳлти Патшалӑха патшапа танлаштарма пулать: вӑл хӑйӗн умӗнче парӑма юлнӑ чурисене хӑйсен парӑмӗсене татса пама хушнӑ. 24 Вӑл парӑмсене пуҫтарма тытӑнсан, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, унӑн патшана 10 000 талант* памалла пулнӑ. 25 Ҫав чуран тӳлесе татма укҫи пулманран патша ӑна хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ. 26 Вара ҫав чура ун умне чӗркуҫленсе ларса тархасланӑ: „Кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“. 27 Ҫав чурана шелленӗрен патша унӑн парӑмне каҫарнӑ та ӑна янӑ. 28 Ҫав чура патша патӗнчен тухсан тепӗр чурана шыраса тупнӑ, лешӗн ӑна 100 дина́ри* памалла пулнӑ. Вӑл ӑна ярса тытнӑ та: „Парӑмна йӑлтах тавӑрса пар!“ — тесе пӑвма пуҫланӑ. 29 Вара леш чура ун умне чӗркуҫленсе ларса тархаслама тытӑннӑ: „Кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“. 30 Анчах вӑл кӗтесшӗн пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене хуптарнӑ. 31 Ҫавна курнӑ ытти чурасем питӗ кулянса ӳкнӗ, вара вӗсем кайнӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех патшана каласа панӑ. 32 Патша вара ҫав чурана чӗннӗ те каланӑ: „Усал чура, эсӗ мана тархасланӑ чухне эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм. 33 Эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и?“ 34 Вара патша, ҫилли тулса ҫитнӗскер, ҫав чурана пӗтӗм парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хупма хушнӑ. 35 Эсир хӑвӑр тӑванӑрсене чун-чӗререн каҫармасан, манӑн ҫӳлти Атте те хӑйне сирӗнпе ҫаплах тытӗ».

19 Ҫаксене каласа пӗтерсен Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иорда́н леш енне, Иудейӑпа чикӗллӗ ҫӗре, ҫитнӗ. 2 Ун хыҫҫӑн питӗ нумай ҫын пынӑ, унта вӑл чирлисене сыватнӑ.

3 Иисус патне фарисейсем пынӑ та ӑна тӗрӗслесе пӑхас тесе унран ыйтнӑ: «Арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗпе кирек мӗнле сӑлтава пула та уйрӑлма ирӗк пур-и?» 4 Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Турӑ малтан арҫынпа хӗрарӑма туни ҫинчен эсир вуламан-им? 5 Вӑл каланӑ тата: „Ҫавӑнпа та арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те хӑйӗн арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ*, вара иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ“. 6 Ҫавӑнпа вӗсем текех иккӗн мар, вӗсем — пӗр кӗлетке*. Эппин, Турӑ мӗн пӗрлештернӗ, ҫавна* ҫын ан уйӑртӑр». 7 Фарисейсем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн-ха апла Моисей арӑма уйрӑлу хучӗ пама хушса унпа уйрӑлма ирӗк панӑ?» 8 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсемпе уйрӑлма ирӗк панӑ, анчах чи малтан ун пек пулман. 9 Калатӑп сире: кам хӑйӗн арӑмӗпе вӑл аскӑн ӗҫ* туман ҫӗртенех уйрӑлса урӑххине качча илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ туса малтанхи арӑмне улталать».

10 Вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Кун пек пулсан, авланманни лайӑхрах». 11 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурте ун пек пурӑнаймаҫҫӗ, кама Турӑ ҫакӑн пек пултарулӑх* панӑ, ҫавсем кӑна ҫапла пурӑнаяҫҫӗ. 12 Хӑшӗ-пӗри мӗн ҫуралнӑранпах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр*, хӑшне-пӗрне ҫынсем ҫавӑн пек тунӑ, теприсем вара ҫӳлти Патшалӑхшӑн мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытаҫҫӗ. Кам ҫавӑн пек пурӑнма пултарать — пурӑнтӑр».

13 Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем Иисус патне хӑйсен ачисене илсе пынӑ, вӑл вӗсене пиллесе* вӗсемшӗн кӗлтутӑрччӗ тенӗ. Анчах вӗренекенӗсем вӗсене ӳпкеленӗ. 14 Иисус вара каланӑ: «Ачасем ман пата килччӗр, ан чарӑр вӗсене, ҫӳлти Патшалӑх — вӗсем пеккисем валли». 15 Вара вӑл вӗсене пилленӗ те* ҫавӑнтан кайнӑ.

16 Унтан Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та ыйтнӑ: «Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла?» 17 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ мӗн ырри ҫинчен манран ыйтатӑн? Турӑ ҫеҫ ырӑ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тетӗн пулсан, заповедьсене тытса тӑр». 18 Лешӗ: «Хӑшӗсене?» — тесе ыйтнӑ. Иисус каланӑ: «Ан вӗлер, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, ыттисем пирки суйса ан кала, 19 аҫупа аннӳне хисепле тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». 20 Ҫак ҫамрӑк арҫын ӑна каланӑ: «Ҫаксене эпӗ пурне те тытса тӑратӑп. Манӑн тата мӗн тумалла?» 21 Иисус ӑна хуравланӑ: «Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулас килет пулсан, кай та хӑвӑн пурлӑхна сутса укҫуна чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн тӳпере пуянлӑх пулӗ. Унтан кил те ман хыҫҫӑн пыр». 22 Ҫакна илтсен ҫамрӑк арҫын салхуллӑн утса кайнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ нумай пулнӑ. 23 Вара Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: пуян ҫынна ҫӳлти Патшалӑха кӗме йывӑр пулӗ. 24 Тата калатӑп сире: пуян ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».

25 Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хытӑ тӗлӗнсе: «Кам-ха вара ҫӑлӑнма пултарӗ?» — тесе ыйтнӑ. 26 Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Ҫынсен шучӗпе ҫакна тума май ҫук, анчах Турӑ пурне те тума пултарать».

27 Вара Пётр каланӑ: «Акӑ эпир пурне те хӑвартӑмӑр та сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр. Уншӑн эпир мӗн илӗпӗр?» 28 Иисус хуравланӑ: «Чӑн калатӑп сире: пурне те ҫӗнӗрен тунӑ чухне, Этем Ывӑлӗ хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир, ман хыҫҫӑн пынисем, 12 престол ҫине ларатӑр та Израилӗн 12 йӑхне суд тӑватӑр. 29 Ҫавӑн пекех кам манӑн ятшӑн кил-ҫуртне е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ, ҫавӑ 100 хут ытларах илӗ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ.

30 Малтисенчен нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ.

20 Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа хӑйӗн виноград пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ӗҫлекенсене тара тытма тухнӑ. 2 Кунне пӗр дина́ри* тӳлеме калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсене хӑйӗн пахчине янӑ. 3 Вӑл ирхине, тӑхӑр сехет тӗлнелле*, каллех тухнӑ та пасарта ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ. 4 Вӑл вӗсене каланӑ: „Эсир те манӑн виноград пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине эпӗ сире тӳлӗп“. 5 Вара вӗсем кайнӑ. Кӑнтӑрла тата кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле* хуҫа каллех тухнӑ та ҫаплах тунӑ. 6 Юлашкинчен вӑл каҫхине, пилӗк сехет тӗлнелле*, тухнӑ та пасарта ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ. Хуҫа вӗсенчен: „Мӗншӗн эсир кунта кунӗпех ӗҫсӗр тӑратӑр?“ — тесе ыйтнӑ. 7 Вӗсем ӑна: „Пире тара тытакан никам та пулмарӗ“, — тенӗ. Вӑл вӗсене: „Эсир те манӑн виноград пахчине кайӑр“, — тенӗ.

8 Каҫхине виноград пахчи хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана каланӑ: „Ӗҫлекенсене чӗнсе ил те вӗсене тӳлесе тух, кайран килнисенчен пуҫла та малтан килнисемпе вӗҫле“. 9 Каҫхи пилӗк сехетре ӗҫлеме пуҫланисем килнӗ те кашни пӗрер дина́ри* илнӗ. 10 Ҫавӑнпа та кунӗпех ӗҫленисем хӑйсене ытларах парӗҫ тесе шутланӑ, анчах вӗсене те пӗрер дина́ри* тӳленӗ. 11 Дина́ри илсен вӗсем ӳпкелешме пуҫласа 12 хуҫана каланӑ: „Кайран килнисем пӗр сехет кӑна ӗҫлерӗҫ. Эсӗ пире, кунӗпе шӑрӑхра ӗҫленисене, вӗсене тӳленӗ пекех тӳлетӗн-и?“ 13 Анчах хуҫа вӗсенчен пӗрне каланӑ: „Юлташӑм, эпӗ хама санпа тӗрӗс мар тытмастӑп. Эпир санпа пӗр дина́рилӗх* калаҫса татӑлманччӗ-и вара? 14 Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те кай. Кайран килнисене вара эпӗ сана панӑ чухлех парасшӑн. 15 Хамӑн мӗн пуррипе мӗн тӑвас килнине тума манӑн ирӗк ҫук-им? Е эпӗ вӗсемпе ырӑ пулнӑшӑн эсӗ ӑмсанатӑн*?“ 16 Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».

17 Иерусалималла хӑпарнӑ чухне Иисус 12 вӗренекенне айккинелле чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: 18 «Эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ, вӗсем ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ. 19 Унтан ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ, вӗсем унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, ӑна чӗн пушӑпа хӗнӗҫ тата юпа ҫине пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне вара вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».

20 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Зеведе́й ывӑлӗсен амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗсемпе пынӑ та унран темӗскер ыйтасшӑн пулса ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ. 21 Иисус унран: «Сана мӗн кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл ӑна каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне хӑвӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма сӑмах парсам». 22 Иисус каланӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес куркаран эсир ӗҫме пултаратӑр-и?» Вӗсем ӑна: «Пултаратпӑр», — тенӗ. 23 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ ӗҫес куркаран эсир ӗҫӗр, анчах кам манӑн сылтӑм енне, кам сулахай енне ларасси манран килмест. Манӑн Атте ҫав вырӑнсене камсем валли хатӗрлесе хунӑ, унта ҫавсем ларӗҫ».

24 Ҫакна илтсен тепӗр 10 вӗренекенӗ ҫак икӗ пӗртӑван ҫине тарӑхса кайнӑ. 25 Вара Иисус вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем ҫынсемпе хуҫаланаҫҫӗ, вӗсен аслӑ ҫыннисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑраҫҫӗ. 26 Анчах сирӗн хушшӑрта кун пек пулмалла мар. Кам сирӗн хушшӑрта асли пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн тарҫӑ пулмалла. 27 Кам сирӗн хушшӑрта малти пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн чура пулмалла. 28 Этем Ывӑлӗ те хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, вӑл ыттисемшӗн ӗҫлеме тата нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама килнӗ».

29 Вӗсем Иерихонран тухнӑ чухне ун хыҫҫӑн питӗ нумай ҫын пынӑ. 30 Ҫул хӗрринче вара икӗ суккӑр ҫын ларнӑ. Иисус иртсе пырать тенине илтсен вӗсем кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» 31 Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешӗсем тата хытӑрах: «Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 32 Иисус чарӑнса тӑнӑ та вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илсе вӗсенчен: «Мӗн тумалла манӑн сире валли?» — тесе ыйтнӑ. 33 Вӗсем ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пире куракан тусамччӗ». 34 Шелленӗрен Иисус вӗсен куҫӗсене cӗртӗннӗ, вара суккӑр ҫынсем ҫав самантрах куракан пулнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ.

21 Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иерусалим патнелле ҫывхарса пынӑ. Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагие ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 2 «Хӑвӑр умӑрти яла кайӑр. Унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ашак амипе унӑн тихине куратӑр. Вӗсене вӗҫертсе ман пата ҫавӑтса килӗр. 3 Сире мӗн те пулин каласан, эсир: „Вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ“, — тейӗр. Вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ».

4 Ҫакӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: 5 «Сио́н хӗрне калӑр: санӑн патшу сан патна килет. Вӑл йӑваш кӑмӑллӑ, вӑл ашак ҫине — ӗҫ ашакӗн тихи ҫине утланса килет».

6 Вӗренекенӗсем кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ. 7 Вӗсем ашак амипе тихине ҫавӑтса килсе вӗсем ҫине хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хунӑ, вара Иисус ашак тихи ҫине ларнӑ. 8 Ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене ҫул ҫине сара-сара хунӑ, теприсем йывӑҫ турачӗсене касса илсе вӗсене ҫул ҫине хурса пынӑ. 9 Ун умӗнче тата хыҫӗнче пыракан халӑх ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Давид Ывӑлне ҫӑлсамччӗ! Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр! Тӳпере пурӑнаканскер, ҫӑлсамччӗ ӑна!»

10 Вӑл Иерусалима пырса кӗрсен, хулипех шӑв-шав ҫӗкленнӗ, ҫынсем: «Кам-ши ку?» — тенӗ. 11 Унпа пыраканнисем ҫапла каланӑ: «Ку Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ пророк!»

12 Иисус храма кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ 13 тата вӗсене каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырнӑ. Анчах эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хутӑр!» 14 Ҫавӑн пекех храмра Иисус патне суккӑр тата уксах ҫынсем пынӑ, вӑл вӗсене сыватнӑ.

15 Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем, Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене тата «Давид Ывӑлне ҫӑлсамччӗ!» тесе кӑшкӑракан ачасене курсан, тарӑхса кайнӑ та 16 ӑна каланӑ: «Вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и?» — «Илтетӗп, — тесе хуравланӑ Иисус. — „Пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисене хӑвна мухтама хавхалантартӑн“ тесе ҫырнине эсир нихӑҫан та вуламан-им?» 17 Унтан вӑл хуларан кайнӑ та Вифание ҫитнӗ, унта ҫӗр каҫнӑ.

18 Тепӗр кунне ирхине ирех хулана таврӑннӑ чухне Иисусӑн ҫиес килсе кайнӑ. 19 Вӑл ҫул хӗрринче инжир йывӑҫне асӑрханӑ та ун патне пынӑ, анчах та ун ҫинче ҫулҫӑсемсӗр пуҫне нимӗн те тупайман. Вӑл каланӑ: «Сан ҫинче урӑх нихӑҫан та ҫимӗҫ ан пултӑр». Вара инжир йывӑҫӗ ҫав самантрах хӑрса ларнӑ. 20 Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тӗлӗнсе: «Мӗнле-ха ҫак инжир йывӑҫӗ пӗр самантрах хӑрса ларма пултарчӗ?» — тенӗ. 21 Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсен тата иккӗленмесен, эпӗ инжир йывӑҫӗпе мӗн тунине кӑна мар тума пултарӑр. Эсир ҫак тӑва: „Ҫӗклен те тинӗсе ӳк“, — тесен, ҫапла пулӗ те. 22 Эсир кӗлтунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ҫавна илетӗр».

23 Вӑл храма пырса халӑха вӗрентнӗ чухне ун патне аслӑ священниксемпе старейшинӑсем пынӑ та ыйтнӑ: «Санӑн ҫакна тума ирӗк пур-и? Ҫакна тума сана кам ирӗк панӑ?» 24 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ те сире пӗр ыйту парам. Эсир хуравласан, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине калӑп. 25 Иоанн шыва кӗртни камран пулнӑ: Турӑран-и* е ҫынсенчен?» Вара вӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла канашлама пуҫланӑ: «Эпир ӑна „Турӑран“ тесен, вӑл пире: „Апла мӗншӗн эсир Иоана ӗненмерӗр?“ — тейӗ. 26 Анчах „ҫынсенчен“ теме — халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоанн пирки пророк тесе шутлаҫҫӗ». 27 Ҫавӑнпа вӗсем Иисуса: «Эпир пӗлместпӗр», — тесе хуравланӑ. Вара Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине каламастӑп.

28 Эсир ҫакӑн ҫинчен мӗн шутлатӑр? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрин патне пынӑ та: „Ывӑлӑм, паян виноград пахчине кайса ӗҫле-ха“, — тенӗ. 29 Лешӗ ӑна: „Каймастӑп“, — тенӗ. Анчах кайран ӳкӗннӗ те кайнӑ. 30 Теприн патне пырса ӑна та ҫавнах каланӑ. Ку ӗнтӗ: „Юрать, атте, каятӑп“, — тенӗ. Хӑй вара кайман та. 31 Ҫак икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне тунӑ?» Аслӑ священниксемпе старейшинӑсем: «Пӗрремӗшӗ», — тенӗ. Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: налог пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем* Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ. 32 Мӗншӗн тесен Иоанн килсе сире тӳрӗлӗх ҫулне кӑтартрӗ, анчах эсир ӑна ӗненмерӗр, налог пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӗненчӗҫ. Эсир ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та ӳкӗнмерӗр, ӑна ӗненес темерӗр.

33 Тата тепӗр тӗслӗх итлӗр-ха. Пӗр ҫыннӑн ҫӗр лаптӑкӗ пулнӑ. Вӑл унта виноград пахчи лартнӑ, ун тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, виноград ҫырлин сӗткенне пусса кӑлармалли вырӑн касса тунӑ тата башня туса лартнӑ. Унтан вӑл пахчине пахчаҫӑсене тара панӑ та, хӑй вара урӑх ҫӗршыва тухса кайнӑ. 34 Виноград пуҫтарма вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗн пайне илме пахчаҫӑсем патне чурисене янӑ. 35 Анчах пахчаҫӑсем унӑн чурисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе пӗтернӗ, хӑшне вӗлернӗ, хӑшне чулпа персе вӗлернӗ. 36 Вара хуҫа урӑх чурисене янӑ, вӗсем малтанхисенчен те нумайрах пулнӑ. Анчах пахчаҫӑсем вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ. 37 Юлашкинчен вӑл вӗсем патне хӑйӗн ывӑлне янӑ. „Манӑн ывӑла вӗсем хисеплӗҫ ӗнтӗ“, — тесе шутланӑ вӑл. 38 Ывӑлне курсан пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне каланӑ: „Пахча ӑна юлмалла. Айтӑр ӑна вӗлерер те пахчине хамӑра илер“. 39 Вӗсем ӑна ярса тытнӑ та пахчаран сӗтӗрсе тухса вӗлернӗ. 40 Эппин, пахча хуҫи килсен, вӑл ҫав пахчаҫӑсемпе мӗн тӑвӗ?» 41 Аслӑ священниксемпе старейшинӑсем ӑна каланӑ: «Вӑл ҫав усал ҫынсене вӗлерӗ те пахчине урӑххисене — ҫимӗҫе хӑйне вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене тара парӗ».

42 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Ҫырура нихӑҫан та вуламан-им ҫакна: „Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ. Ҫакӑ — Иеговӑран*, пирӗн куҫ умӗнче вӑл тӗлӗнмелле япала“. 43 Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те Патшалӑха тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ. 44 Ҫав чул ҫине ӳкекен арканса кайӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса лартӗ».

45 Аслӑ священниксемпе фарисейсем унӑн тӗслӗхӗсене илтсен, вӑл хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. 46 Вӗсем ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ун пирки пророк тесе шутланӑ.

22 Иисус вӗсене малалла та тӗслӗхсем илсе парса вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: 2 «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл — хӑй ывӑлӗ валли туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ. 3 Вӑл хӑйӗн чурисене туй ӗҫки-ҫикине чӗнсе хунисене йыхравлама янӑ, анчах лешӗсем пырасшӑн пулман. 4 Вара вӑл урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ‚Эпӗ апат хатӗрлерӗм, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене пустартӑм, йӑлтах хатӗр. Туй ӗҫки-ҫикине килӗр‘“. 5 Анчах лешӗсем, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ. 6 Теприсем вара унӑн чурисене ярса тытнӑ та хӗнесе вӗлернӗ.

7 Патшан ҫилли тулса ҫитнӗ те, вӑл хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ. 8 Унтан вӑл хӑйӗн чурисене каланӑ: „Туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем ҫак ӗҫкӗ-ҫикӗре пулма тивӗҫлӗ пулмарӗҫ. 9 Ҫавӑнпа та хуларан илсе тухакан ҫулсем ҫине тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туй ӗҫки-ҫикине чӗнӗр“. 10 Вара чурасем ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — чӗнсе пынӑ. Туй иртекен ҫурт хӑнасемпе туллиех тулнӑ.

11 Патша, хӑнисене курма кӗрсен, унта туй тумтирне тӑхӑнман пӗр ҫынна асӑрханӑ. 12 Патша унран ыйтнӑ: „Юлташӑм, мӗнле-ха эсӗ кунта туй тумтирӗсӗрех кӗтӗн?“ Лешӗ чӗнмен. 13 Вара патша хӑйӗн тарҫисене ҫапла хушнӑ: „Унӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта вӑл уласа макӑрӗ тата шӑлне шатӑртаттарӗ“.

14 Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал».

15 Ҫавӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарма калаҫса татӑлнӑ. 16 Вӗсем ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе И́род майлисене ҫапла калама янӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗлетпӗр: эсӗ тӗрӗссине калатӑн, Турӑ ҫулӗ ҫинчен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн вӗрентетӗн тата никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫын кам пулнине пӑхмастӑн. 17 Кала-ха пире, цезаре* налог тӳлени тӗрӗс-и е тӗрӗс мар? Эсӗ мӗн шутлатӑн?» 18 Анчах Иисус, вӗсен усал шухӑшне пӗлсе тӑрса, каланӑ: «Икӗпитлӗскерсем, мӗншӗн эсир мана тӗрӗслетӗр? 19 Налог тӳлемелли укҫана кӑтартӑр-ха мана». Вӗсем ун патне дина́ри* илсе пынӑ. 20 Вӑл вӗсенчен: «Кунта камӑн сӑнӗ, камӑн ячӗ?» — тесе ыйтнӑ. 21 Вӗсем ӑна: «Цезарӗн», — тенӗ. Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эппин, цезарӗнне цезаре парӑр, Туррӑнне Турра парӑр». 22 Ҫакна илтсен вӗсем тӗлӗннӗ, вара ун патӗнчен кайнӑ.

23 Ҫав кун Иисус патне саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ текенсем, пынӑ та унран ыйтнӑ: 24 «Вӗрентекен, Моисей каланӑ: „Пӗр-пӗр арҫын ача-пӑчасӑр вилсен, пӗртӑванӗн унӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмне качча илмелле те ҫав вилнӗ пӗртӑванӗн йӑхне малалла тӑсмалла“. 25 Ҫичӗ пӗртӑван пулнӑ. Пӗрремӗшӗ авланнӑ та ача-пӑчасӑрах вилнӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлнӑ. 26 Иккӗмӗшӗпе те, виҫҫӗмӗшӗпе те — пуринпе те, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулса тухнӑ. 27 Юлашкинчен вара ҫав хӗрарӑм та вилнӗ. 28 Апла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Вӗсем пурте ӑна качча илнӗ пулнӑ вӗт».

29 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир йӑнӑшатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырӑва та, Турӑ мӗн тери хӑватлӑ пулнине те пӗлместӗр. 30 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан ҫынсем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 31 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки калас пулсан, Турӑ сире мӗн каланине вуламан-им эсир: 32 „Эпӗ Авраа́м Турри, Исаа́к Турри, Иаков Турри“. Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». 33 Ҫакна илтсен ҫынсем вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.

34 Фарисейсем Иисус саддукейсене чӗнейми тунине илтсен, вӗсем пурте пӗрле ун патне пынӑ. 35 Вӗсенчен пӗри, закона питӗ лайӑх пӗлекенни, ӑна тӗрӗслес тесе унран ыйтнӑ: 36 «Вӗрентекен, законра заповедьсенчен чи асли хӑшӗ?» 37 Иисус ӑна каланӑ: «„Хӑвӑн Иегова* Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“. 38 Ҫакӑ чи аслӑ та тӗп заповедь. 39 Иккӗмӗшӗ те ун евӗрлех: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“. 40 Ҫак икӗ заповедь ҫинче пӗтӗм закон тата пророксен сӑмахӗсем тытӑнса тӑраҫҫӗ».

41 Фарисейсем пӗрле чухнех Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: 42 «Эсир Христос пирки мӗн шутлатӑр? Вӑл камӑн ывӑлӗ?» Вӗсем ӑна: «Давидӑн», — тенӗ. 43 Вара вӑл ыйтнӑ: «Мӗншӗн-ха Давид святой сывлӑш хавхалантарнипе ӑна Ҫӳлхуҫа тесе ҫапла калать: 44 „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: „Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар“. 45 Ҫапла вара Давид ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсан, мӗнле-ха вӑл унӑн ывӑлӗ пулма пултарать?» 46 Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа ӑна никам та ыйтусем пама хӑяйман.

23 Вара Иисус ҫынсене тата хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2 «Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Моисей ларнӑ вырӑна йышӑннӑ. 3 Ҫавӑнпа та вӗсем сире мӗн каланине пурне те тӑвӑр, анчах вӗсем тунӑ пек ан тӑвӑр. 4 Вӗсем ҫынсен хулпуҫҫийӗ ҫине йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна ҫӗклес тесе пӳрнине те хускатасшӑн мар. 5 Вӗсем пур ӗҫе те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ: Ҫырӑвӑн пайӗсене чиксе хумалли, амулет пек ҫыхса ҫӳремелли пӗчӗк коробкӑсене* пысӑклатаҫҫӗ тата тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине вӑрӑмлатаҫҫӗ. 6 Вӗсем каҫхи апатра чи хисеплӗ вырӑнсем йышӑнма, синагогӑсенче малта* ларма юратаҫҫӗ. 7 Хӑйсене пасарта саламланине тата вӗрентекен* тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ. 8 Сире вара вӗрентекен* тесе ан чӗнччӗр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекен пӗрре, эсир вара пурте — тӑвансем. 9 Тата ҫӗр ҫинче никама та атте тесе ан чӗнӗр, мӗншӗн тесен сирӗн Аҫӑр пӗрре, вӑл тӳпере. 10 Сире ертӳҫӗ тесе те ан чӗнччӗр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗр Ертӳҫӗ — Христос. 11 Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр. 12 Кам хӑйне асла хурать, ҫавӑ кӗҫӗне юлӗ. Кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ асла тухӗ.

13 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир ҫынсем умӗнче ҫӳлти Патшалӑха илсе кӗрекен алӑка хупатӑр. Эсир хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр. 14 ——*

15 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр тӗне ҫавӑрас тесе* тинӗссем, ҫӗрсем тӑрӑх ҫӳретӗр, пӗр-пӗр ҫынна ҫавӑрма май килсен вара, вӑл сире пула гееннӑна* лекме сирӗнтен икӗ хут ытларах тивӗҫлӗ пулса тӑрать.

16 Суккӑр ертӳҫӗсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир ҫапла калатӑр: „Кам та пулин хрампа тупа тӑвать пулсан, ку нимех те мар. Анчах кам та пулин храмӑн ылтӑнӗпе тупа тӑвать пулсан, унӑн хӑй мӗн каланине пурнӑҫламаллах“. 17 Ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пӗлтерӗшлӗрех: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тунӑ храм-и? 18 Тата эсир ҫапла калатӑр: „Кам та пулин парне вырӑнӗпе тупа тӑвать пулсан, ку нимех те мар. Анчах кам та пулин ун ҫинчи парнепе тупа тӑвать пулсан, унӑн хӑй мӗн каланине пурнӑҫламаллах“. 19 Суккӑрсем! Мӗн пӗлтерӗшлӗрех: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и? 20 Ҫапла вара кам парне вырӑнӗпе тупа тӑвать, ҫавӑ унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать. 21 Кам хрампа тупа тӑвать, ҫавӑ унпа та, унта пурӑнакан Турӑпа та тупа тӑвать. 22 Кам тӳпепе тупа тӑвать, ҫавӑ Туррӑн престолӗпе те, ун ҫинче ларакан Турӑпа та тупа тӑвать.

23 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир мятӑран, укропран тата зирӑран* вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах законри чи кирлине — тӗрӗслӗхе, хӗрхенессине тата шанчӑклӑ пулассине — пачах шута илместӗр. Сирӗн ӑна та тумаллаччӗ, кӑна та тумасӑр хӑвармалла марччӗ. 24 Суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑмтуна лекесрен эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр!

25 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах вӗсен ӑшӗ ҫӑткӑнлӑхпа*, кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каяссипе тулнӑ. 26 Суккӑр фарисей, малтан чашӑк-тирӗке шалтан тасат, вара вӑл тулашӗнчен те таса пулӗ.

27 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир шуратнӑ тупӑклӑхсем пек — тулашӗнчен вӗсем хитрен курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара вилнисен шӑмми-шакки, тӗрлӗ тасамарлӑх туп-тулли. 28 Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара икӗпитлӗхпе тата усаллӑхпа* тулнӑ.

29 Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗпитлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Мӗншӗн тесен эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, тӳрӗ ҫынсене пытарнӑ вырӑнсене илемлететӗр. 30 Тата ҫапла калатӑр: „Эпир мӑн асаттесен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсемпе пӗрле пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“. 31 Ҫапла эсир пророксене вӗлерекенсен ывӑлӗсем пулнине хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. 32 Эппин, мӑн аслаҫӑрсем тума пуҫланине туса пӗтерӗр ӗнтӗ.

33 Ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра суд туса гееннӑна пӑрахасран мӗнле хӑтӑлма пултарӑр эсир? 34 Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗн пата пророксене, ӑсчахсене тата вӗрентекенсене яратӑп. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне эсир вӗлеретӗр тата юпа ҫине пӑталатӑр, хӑшне-пӗрне вара синагогӑсенче чӗн пушӑпа хӗнетӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр. 35 Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсен тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗшӗн — тӳрӗ А́вель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе храм хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Вара́хия ывӑлӗ Заха́рия юнӗ таранах — эсир айӑплӑ пулатӑр. 36 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑншӑн пуриншӗн те ҫак ӑру явап тытӗ.

37 Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! Чӑх хӑйӗн чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарасшӑн пултӑм! Анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр. 38 Ҫавӑнпа та Турӑ сирӗн ҫурта пӑрахса каять*. 39 Калатӑп сире, хӑвӑр: „Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр!“ — тесе каличчен эсир мана кураймӑр».

24 Иисус храмран тухнӑ чухне ун патне, храмӑн ҫурчӗсене кӑтартас тесе, вӗренекенӗсем пынӑ. 2 Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Ҫаксене пурне те куратӑр-и? Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».

3 Вӑл Олива тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне вӗренекенӗсем хӑйсем кӑна ун патне пынӑ та ыйтнӑ: «Кала-ха пире, ҫакӑ хӑҫан пулӗ? Эсӗ килнине* тата ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем ҫитнине* мӗнле паллӑ кӑтартӗ?»

4 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Асӑрханӑр, сире никам та ан улталатӑр, 5 мӗншӗн тесен ман ятпа килекенсем нумай пулӗҫ, вӗсем: „Эпӗ Христос“, — тесе чылайӑшне улталӗҫ. 6 Эсир тӗрлӗ вырӑнта вӑрҫӑсем пыни ҫинчен илтӗр. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, ҫаксем пурте пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.

7 Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ, тӗрлӗ вырӑнта выҫлӑх пулӗ тата ҫӗр чӗтренӗ. 8 Анчах та ҫаксем пурте — асапсен* пуҫламӑшӗ кӑна.

9 Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ. Ман ятшӑн сире пур халӑх та курайми пулӗ. 10 Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ ӗненме пӑрахӗҫ*, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ. 11 Нумай суя пророк килӗ, вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. 12 Усал ӗҫсем хушӑнса пынине пула ҫынсем ытларахӑшӗ ыттисене юратма пӑрахӗҫ. 13 Анчах вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ. 14 Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара, ӑна пур халӑх та илттӗр тесе, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухӗҫ, вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ.

15 Эсир, Даниил пророк каланӑ пек, аркатса пӗтерекен ирсӗрлӗх сӑваплӑ вырӑнта тӑнине курсан (вулакан ӑнланса илтӗр), 16 сирӗнтен кам Иудейӑра, ҫавсем тусем ҫине тарччӑр. 17 Кам пӳрт тӑрринче, ҫавӑ аяла анса япалисене илме пӳртне ан кӗтӗр. 18 Кам хирте, ҫавӑ хӑйӗн ҫиелти тумтирне илме каялла ан таврӑнтӑр. 19 Йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене тата ача ӗмӗртекенсене ҫав кунсенче мӗн тери хӗн пулӗ! 20 Сирӗн хӗлле е шӑматкун тармалла ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 21 Мӗншӗн тесен ҫав кунсенче пысӑк хӗн-асап пулӗ. Ҫавӑн пекки тӗнчене пултарнӑранпа халиччен те пулман, урӑх пулас та ҫук. 22 Ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлайман пулӗччӗ. Анчах Турӑ ҫав кунсен шутне суйласа илнисемшӗн чакарӗ.

23 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта!“ е „Вӑл авӑ унта!“ — тесен, ан ӗненӗр. 24 Мӗншӗн тесен суя христоссем тата суя пророксем килӗҫ. Суйласа илнисене те улталама хӑтланса вӗсем паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗҫ. 25 Ҫакӑн пирки эпӗ сире маларах каласа хурас терӗм. 26 Ҫавӑнпа сире: „Вӑл пушхирте“, — тесен, унта ан кайӑр. „Вӑл шалти пӳлӗмре“, — тесен, ан ӗненӗр. 27 Ҫиҫӗм хӗвелтухӑҫӗнче ҫиҫни хӗвеланӑҫне ҫитичченех курӑннӑ пекех, Этем Ывӑлӗ килсен* те ҫавнашкалах пулӗ. 28 Ӑҫта виле выртать, ҫавӑнта ӑмӑрткайӑксем пуҫтарӑнӗҫ.

29 Ҫав кунсенчи хӗн-асап хыҫҫӑнах хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та ҫутатма пӑрахӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, тӳпери хӑватсем кисренӗҫ. 30 Ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте хуйхӑрнипе хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑ хӑватпа тата мухтавпа пыракан Этем Ывӑлне курӗҫ. 31 Труба сасси хытӑ янраса кайӗ те, вӑл хӑйӗн ангелӗсене ярӗ. Вӗсем тӳпенӗн пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитичченех унӑн суйласа илнисене пуҫтарӗҫ.

32 Тӗслӗхшӗн инжир йывӑҫне илер. Унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑларма пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 33 Ҫавнашкалах эсир ҫаксене пурне те курсан, пӗлсех тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ ҫывӑхра, алӑк умӗнчех. 34 Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 35 Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, анчах манӑн сӑмахсем пӗтмӗҫ.

36 Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест: тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ҫакна Ашшӗ кӑна пӗлет. 37 Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килсен* те ҫаплах пулӗ. 38 Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной ковчега кӗрес кунчченех, ҫынсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. 39 Ҫӗре шыв илсе вӗсене пурне те пӗтеричченех вӗсем мӗн пулса иртнине шута илесшӗн пулман. Этем Ывӑлӗ килсен* те ҫаплах пулӗ. 40 Ҫавӑн чухне иккӗн хирте ӗҫлӗҫ: вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 41 Икӗ хӗрарӑм ал арманӗпе авӑртӗҫ: вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 42 Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Ҫӳлхуҫа хӑш кун килессине эсир пӗлместӗр.

43 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: кил хуҫи вӑрӑ хӑш вӑхӑтра* килессине пӗлнӗ пулсан, ҫывӑрман пулӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме паман пулӗччӗ. 44 Ҫавӑнпа эсир те хатӗр пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра* килӗ.

45 Хуҫа хӑйӗн килӗнчи тарҫисене пӑхса тӑма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура кам-ха вӑл? 46 Хуҫа килсессӗн чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑнине курать пулсан, ҫав чура телейлӗ! 47 Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.

48 Енчен те ҫав чура усал пулсан, хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, — тесе 49 ытти чурасене хӗнеме, ӗҫке ернисемпе ӗҫсе ҫиме пуҫласан, 50 унӑн хуҫи вӑл кӗтмен-туман кун, вӑл пӗлмен сехетре килӗ те 51 ӑна хаяррӑн наказани парса икӗпитлисем патне пӑрахӗ. Унта вӑл уласа макӑрӗ тата шӑлне шатӑртаттарӗ.

25 Ун чухне ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ 10 хӗр евӗрлӗ пулӗ. 2 Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑссӑр пулнӑ, пиллӗкӗшӗ ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ. 3 Ӑссӑр хӗрсем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ, анчах ҫӑвне илмен. 4 Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсем вара ҫутаткӑҫӗсемпе пӗрле ҫу янӑ савӑчӗсене те илнӗ. 5 Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсене пурне те ыйхӑ пусма пуҫланӑ, вара вӗсем ҫывӑрсах кайнӑ. 6 Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ каччӑ килет! Ӑна хирӗҫ тухӑр!“ 7 Вара хӗрсем пурте тӑнӑ та ҫутаткӑҫӗсене хатӗрленӗ. 8 Ӑссӑр хӗрсем ӑслӑ-тӑнлисене каланӑ: „Пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ“. 9 Анчах ӑслӑ-тӑнлисем ҫапла хуравланӑ: „Пире пурне те ҫу ҫитмесен те пултарать. Пирӗнтен иличчен ҫу сутакансем патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“. 10 Лешӗсем ҫу туянма кайсан, кӗрӳ каччӑ ҫитнӗ. Хатӗр пулнӑ хӗрсем унпа пӗрле туй иртекен ҫурта кӗнӗ. Алӑка вара вӗсем хыҫҫӑн хупса хунӑ. 11 Тепӗртакран леш пилӗк хӗр килнӗ те: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Пире уҫса кӗртсем!“ — тенӗ. 12 Анчах вӑл вӗсене: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“, — тенӗ.

13 Ҫавӑнпа та сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен кунне те, сехетне те пӗлместӗр.

14 Тата ҫӳлти Патшалӑх ют ҫӗршыва тухса каяс умӗн хӑйӗн чурисене чӗнсе вӗсене хӑйӗн пурлӑхне шанса панӑ ҫын евӗрлӗ. 15 Вӑл кашнин пултарулӑхне кура пӗрне пилӗк талант*, теприне икӗ талант* тата теприне пӗр талант* панӑ та ҫула тухса кайнӑ. 16 Пилӗк талант илнӗ чура ӑна тӳрех ӗҫе хывнӑ та тата пилӗк талант тупӑш тунӑ. 17 Ҫавнашкалах икӗ талант илни те тата икӗ талант тупӑш тунӑ. 18 Пӗр талант илнӗ чура вара кайнӑ та хӑйӗн хуҫин укҫине ҫӗре чавса пытарнӑ.

19 Чылай вӑхӑт иртсен, ҫав чурасен хуҫи таврӑннӑ та лешӗсем хӑйӗн укҫипе мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫланӑ. 20 Пилӗк талант илнӗ чура тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ. Акӑ кур, эпӗ вӗсемпе тата пилӗк талант тупӑш турӑм“. 21 Хуҫи ӑна каланӑ: „Маттур, эсӗ ырӑ та шанчӑклӑ чура! Эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эпӗ сана нумаййине шанса паратӑп. Хӑвӑн хуҫупа пӗрле савӑн“. 22 Унтан икӗ талант илнӗ чура пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ. Акӑ кур, эпӗ унпа тата икӗ талант тупӑш турӑм“. 23 Хуҫи ӑна каланӑ: „Маттур, эсӗ ырӑ та шанчӑклӑ чура! Эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эпӗ сана нумаййине шанса паратӑп. Хӑвӑн хуҫупа пӗрле савӑн“.

24 Юлашкинчен пӗр талант илнӗ чура пынӑ та каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ ыйтакан ҫын иккенне эпӗ пӗлнӗ. Эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман* ҫӗрте пуҫтаратӑн. 25 Ҫавӑнпа хӑраса ӳкнипе кайрӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм. Акӑ, ил хӑвӑн укҫуна“. 26 Хуҫи ӑна ҫапла каланӑ: „Усал та кахал чура! Эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗлни ҫинчен хӑвах каларӑн. 27 Апла санӑн ман укҫана* усламҫӑсене кайса памаллаччӗ*, вара таврӑнсан эпӗ ӑна процентсемпе илнӗ пулӑттӑм“.

28 Унтан вӑл хӑйӗн тарҫисене каланӑ: „Таланта унран туртса илӗр те вунӑ талантлӑ чурана парӑр. 29 Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, вара унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 30 Ҫак ниме юрӑхсӑр чурана тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта вӑл уласа макӑрӗ тата шӑлне шатӑртаттарӗ“.

31 Этем Ывӑлӗ хӑйӗн мухтавӗпе тата хӑйӗн мӗнпур ангелӗпе килсен хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ. 32 Ун умне пур халӑхсене те пухӗҫ. Вӑл вара пӗр ҫынна тепринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ. 33 Сурӑхсене вӑл хӑйӗн сылтӑм енне, качакасене сулахай енне тӑратӗ.

34 Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Манӑн Атте пилленисем, килӗр. Сире валли тӗнче никӗсне хывнӑранпах хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха еткерлӗхе илӗр. 35 Вӗт эпӗ выҫӑ пулнӑ чухне эсир мана ҫитертӗр, ӗҫес килнӗ чухне ӗҫтертӗр, ҫул ҫӳренӗ чухне мана хапӑл туса йышӑнтӑр, 36 ҫарамас* пулнӑ чухне мана тумлантартӑр, чирленӗ чухне мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне ман пата пырса кайрӑр“. 37 Тӳрӗ ҫынсем вара унран ҫапла ыйтӗҫ: „Ҫӳлхуҫа, хӑҫан эпир эсӗ выҫӑ пулнине курса сана ҫитертӗмӗр е санӑн ӗҫес килнӗ чухне сана ӗҫтертӗмӗр? 38 Хӑҫан эсӗ ҫул ҫӳренине курса сана хапӑл туса йышӑнтӑмӑр е ҫарамас пулнине курса сана тумлантартӑмӑр? 39 Хӑҫан эсӗ чирленине е тӗрмере ларнине курса эпир сан пата пырса кайрӑмӑр?“ 40 Патша вара вӗсене ҫапла хуравлӗ: „Чӑн калатӑп сире: эсир ҫаксене ман кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн туни маншӑн туниех пулчӗ“.

41 Унтан Патша сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Ылханлисем, кайӑр ман патран! Шуйттанпа* унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан вута кайӑр. 42 Эпӗ выҫӑ пулнӑ чухне эсир мана ҫитермерӗр, манӑн ӗҫес килнӗ чухне мана ӗҫтермерӗр. 43 Эпӗ ҫул ҫӳренӗ чухне эсир мана хапӑл туса йышӑнмарӑр, ҫарамас пулнӑ чухне мана тумлантармарӑр, чирленӗ тата тӗрмере ларнӑ чухне эсир мана пӑхмарӑр“. 44 Вара вӗсем унран ҫапла ыйтӗҫ: „Ҫӳлхуҫа, хӑҫан эпир сана выҫӑ пулнине е санӑн ӗҫес килнине, е эсӗ ҫул ҫӳренине, е ҫарамас пулнине, е чирленине, е тӗрмере ларнине курса сана пулӑшмарӑмӑр?“ 45 Вара вӑл вӗсене ҫапла хуравлӗ: „Чӑн калатӑп сире: эсир ҫаксене ман кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн туманни маншӑн туманниех пулчӗ“. 46 Вӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ*, тӳрӗ ҫынсем вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ».

26 Ҫаксене пурне те каласа пӗтерсен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 2 «Тепӗр икӗ кунран Пасха пуласса тата Этем Ывӑлне юпа ҫине пӑталама тытса парасса эсир пӗлетӗр».

3 Ҫавӑн чухне аслӑ священниксемпе старейшинӑсем Каиа́фа ятлӑ чи аслӑ священникӑн картишӗнче пуҫтарӑннӑ. 4 Вӗсем Иисуса чеелӗхпе ярса тытса ӑна вӗлерме кавар тунӑ. 5 Анчах вӗсем: «Ҫакна уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар, халӑх пӑлханмалла ан пултӑр», — тенӗ.

6 Иисус Вифанире, унччен тилҫе чирӗпе чирленӗ Си́мон килӗнче пулнӑ. 7 Вӑл апат ҫинӗ вӑхӑтра ун патне пӗр хӗрарӑм алебастр савӑт илсе пынӑ, унта питӗ хаклӑ та ырӑ шӑршӑллӑ ҫу пулнӑ. Вӑл ҫав ҫӑва Иисусӑн пуҫӗ ҫине юхтарма пуҫланӑ. 8 Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тарӑхса каланӑ: «Мӗншӗн ҫапла тӑкакланмаллаччӗ? 9 Ӑна пысӑк хакпа сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ вӗт». 10 Иисус ҫакна асӑрхасан вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫак хӗрарӑма кулянтаратӑр? Вӑл маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 11 Чухӑнсем яланах сирӗнпе пулӗҫ, эпӗ вара сирӗнпе яланах пулмӑп. 12 Вӑл ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва ман кӗлетке ҫине юхтарса мана пытарма хатӗрлерӗ. 13 Чӑн калатӑп сире: ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсен те, ҫак хӗрарӑма аса илсе вӑл мӗн туни ҫинчен те каласа парӗҫ».

14 Унтан вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искарио́т ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та 15 каланӑ: «Ӑна сире сутсан, эсир мана мӗн паратӑр?» Лешӗсем ӑна 30 кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ. 16 Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӑл Иисуса сутма майлӑ вӑхӑт шырама пуҫланӑ.

17 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та ыйтнӑ: «Пирӗн сан валли Пасха апатне ӑҫта хатӗрлемелле?» 18 Вӑл каланӑ: «Хулана пӗр ҫын патне кайӑр та ӑна калӑр: „Вӗрентекен ҫапла калать: ‚Манӑн вӑхӑт* ҫывхарчӗ, эпӗ хамӑн вӗренекенсемпе Пасхӑна санӑн килӳнте уявлас тетӗп‘“». 19 Вӗренекенӗсем Иисус хушнӑ пек туса Пасха валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ.

20 Каҫ пулсан, вӑл 12 вӗренекенӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ*. 21 Апат ҫинӗ чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри мана сутӗ». 22 Вӗренекенӗсем ҫав тери салхуланса кайнӑ та пӗрин хыҫҫӑн тепри унран: «Ҫӳлхуҫа, ку эпӗ мар вӗт?» — тесе ыйтма пуҫланӑ. 23 Вӑл хуравланӑ: «Хӑйӗн ҫӑкӑрне манпа пӗр чашӑкран пуҫса ҫиекенни сутӗ мана. 24 Чӑнах, Этем Ывӑлӗ, ун ҫинчен ҫырнӑ пекех, каять. Анчах Этем Ывӑлне сутакана хуйхӑ пулӗ! Ҫав ҫыншӑн ҫуралнинчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ». 25 Ӑна тытса парас текен Иуда та унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен*, ку эпӗ мар вӗт?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах каларӑн», — тенӗ.

26 Вӗсем апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе кӗлтунӑ та* ӑна хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вара каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр. Ҫакӑ манӑн кӗлеткене пӗлтерет». 27 Унтан вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан, 28 мӗншӗн тесен ҫак хӗрлӗ эрех манӑн юна, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн тӑкӑнаc „килӗшӳ юнне“, пӗлтерет. 29 Анчах калатӑп сире: манӑн Аттен Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫес кунччен эпӗ хӗрлӗ эрех урӑх ӗҫмӗп». 30 Юлашкинчен мухтав юррисем* юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Олива тӑвӗ ҫине кайнӑ.

31 Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫак каҫ эсир пурте мана пӑрахса хӑваратӑр*, мӗншӗн тесен „Кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем саланса пӗтӗҫ“ тесе ҫырнӑ. 32 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан вара эпӗ Галилейӑна кайӑп, сире унта кӗтӗп». 33 Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Сана пурте пӑрахса хӑварсан та, эпӗ сана нихӑҫан та хӑвармӑп!» 34 Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн». 35 Пётр ӑна каланӑ: «Манӑн санпа пӗрле вилмелле пулсан та, эпӗ санран тунас ҫук!» Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнах каланӑ.

36 Унтан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Гефсима́ни текен вырӑна ҫитнӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта ларӑр-ха, эпӗ кайса кӗлтӑвам». 37 Иисус хӑйӗнпе пӗрле Пётра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне илсе кайнӑ. Вӑл хурланма тата хытӑ пӑлханма пуҫланӑ. 38 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ питӗ хурланатӑп, вилесле хурланатӑп. Ҫакӑнта юлӑр, ман пекех сыхӑ тӑрӑр». 39 Иисус кӑшт маларах кайса чӗркуҫленсе ларнӑ та пуҫне ҫӗре ҫити тайса кӗлтума пуҫланӑ: «Аттем, май пулсан, ҫак куркана манран сирсе ярсам. Анчах эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».

40 Вӑл вӗренекенӗсем патне таврӑннӑ та вӗсем ҫывӑрнине курнӑ. Вара вӑл Пётра каланӑ: «Эсир манпа пӗрле пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? 41 Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр. Чӑнах та, ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак». 42 Унтан вӑл каллех, тепӗр хут, кайнӑ та кӗлтума пуҫланӑ: «Аттем, ҫак куркана манран сирсе яма май ҫук пулсан, манӑн унран ӗҫмеллех пулсан, апла санӑн ирӗкӳ пултӑр». 43 Таврӑнсан вӑл вӗсем каллех ҫывӑрнине курнӑ — вӗренекенӗсене ыйхӑ пусса илнӗ пулнӑ. 44 Вӑл вӗсене хӑварса каллех кайнӑ та ҫав сӑмахсенех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. 45 Унтан вӑл вӗренекенӗсем патне таврӑнса вӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑтра эсир ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 46 Тӑрӑр, каяр. Мана сутакан ҫывӑх». 47 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, килнӗ. Унпа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, чукмарсемпе пырса ҫитнӗ, вӗсене аслӑ священниксемпе старейшинӑсем янӑ пулнӑ.

48 Иисуса сутаканӗ вӗсене ҫакӑн пек паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Кама чуптӑвӑп, ҫавна ярса тытӑр, ҫавӑ эсир шыракан ҫын пулӗ». 49 Вӑл тӳрех Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Вӗрентекен!*» — тесе ӑна чуптунӑ. 50 Иисус унран: «Юлташӑм, эсӗ кунта мӗн тума килтӗн?» — тесе ыйтнӑ. Вара вӗсем пынӑ та Иисуса тытса арестленӗ. 51 Анчах Иисуспа пӗрле пулнисенчен пӗри хӗҫ туртса кӑларнӑ та чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса ярса хӑлхине касса татнӑ. 52 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чиксе хур, мӗншӗн тесен хӗҫ тытакансем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ. 53 Е эпӗ Аттемрен ыйтсан, вӑл ҫак самантрах ман патӑма 12 легионран* та ытла ангел ярса памӗ тесе шутлатӑн-и? 54 Апла Ҫырура ҫаксем пурте пулмалла тени мӗнле пурнӑҫланӗ-ха?» 55 Унтан Иисус хӑйне ярса тытма килнисене каланӑ: «Эсир мана арестлеме хӗҫсемпе, чукмарсемпе килтӗр-и? Эпӗ вӑрӑ-хурах-им? Эпӗ кашни кун храмра вӗрентсе лартӑм, анчах эсир мана арестлемерӗр. 56 Ҫаксем пурте пророксем ҫырни пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртрӗҫ». Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте ӑна пӑрахса тарнӑ.

57 Иисуса ярса тытнисем ӑна Каиа́фа ятлӑ чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Унта закон вӗрентӳҫисемпе старейшинӑсем пухӑннӑ пулнӑ. 58 Пётр вара чи аслӑ священникӑн ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн аякран утса пынӑ. Картишне кӗрсен, ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине курас тесе, вӑл тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.

59 Аслӑ священниксем, пӗтӗм Синедрио́н Иисуса вӗлерттерес тесе ӑна хирӗҫ суйса каласа кӑтартакансене шыранӑ. 60 Ун ҫинчен суйса каласа кӑтартакансем нумаййӑн пынӑ пулин те, ӑна айӑпламалли нимӗн те тупайман. Каярахпа иккӗн килнӗ те 61 каланӑ: «Ҫак ҫын эпӗ Туррӑн храмне аркатса ӑна виҫӗ кун хушшинче туса лартма пултаратӑп тенӗччӗ». 62 Вара чи аслӑ священник ура ҫине тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Санӑн хирӗҫ каламалли нимӗн те ҫук-и? Ҫак ҫынсем сана хирӗҫ мӗн каланине илтместӗн-им?» 63 Анчах Иисус нимӗн те чӗнмен. Чи аслӑ священник ӑна каланӑ: «Чӗрӗ Турӑпа тупа туса кала пире: эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и?» 64 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫакна эсӗ хӑвах каларӑн. Калатӑп сире: ҫак вӑхӑтран пуҫласа малашне эсир Этем Ывӑлӗ Хӑватлин* сылтӑм енче ларнине тата вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче пынине куратӑр». 65 Вара чи аслӑ священник хӑйӗн тумтирне ҫурса янӑ та каланӑ: «Вӑл Турра хурлать! Урӑх пире свидетельсем мӗн тума кирлӗ? Вӑл Турра хурланине акӑ хӑвӑрах илтрӗр! 66 Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?» — «Вӑл вилӗме тивӗҫлӗ!» — хуравланӑ ӑна. 67 Унтан пӗрисем Иисуса питӗнчен сурма тата чышкӑпа ҫапма пуҫланӑ, теприсем ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса 68 каланӑ: «Эй, Христос! Эсӗ пророк пулсан, кала-ха пире, сана кам ҫапрӗ?»

69 Ҫав вӑхӑтра Пётр тулта картишӗнче ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ!» — тенӗ. 70 Анчах Пётр пурин умӗнче тунса каланӑ: «Эсӗ мӗн пирки калаҫнине пӗлместӗп». 71 Вӑл хапха умне тухсан, ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ курнӑ та унта пулнӑ ҫынсене каланӑ: «Ҫак ҫын Назаре́т Иисусӗпе пӗрлеччӗ». 72 Пётр каллех туннӑ, тупа тусах: «Эпӗ ку ҫынна пӗлместӗп!» — тенӗ. 73 Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Пётр патне пынӑ та каланӑ: «Эсӗ чӑнах та вӗсенчен пӗри, ҫакӑ эсӗ мӗнле калаҫнинченех паллӑ». 74 Пётр тунса* тата тупа туса: «Эпӗ ку ҫынна пӗлместӗп!» — теме тытӑннӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. 75 Вара Пётр хӑйне Иисус мӗн каланине — «Автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн» тенине — аса илнӗ. Вӑл тухнӑ та татӑлсах макӑрнӑ.

27 Ирхине аслӑ священниксемпе старейшинӑсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса мӗнле вӗлермелли ҫинчен канашланӑ. 2 Унтан ӑна ҫыхса Пила́т пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.

3 Иисуса сутнӑ Иуда, ӑна вӗлерме суд тунине пӗлсен, хӑй мӗн тунишӗн кулянса, 30 кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе старейшинӑсене тавӑрса панӑ. 4 Вӑл вӗсене каланӑ: «Айӑпсӑр ҫынна* сутса ҫылӑха кӗтӗм». Вӗсем ӑна: «Пирӗн мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл», — тенӗ. 5 Вара вӑл укҫисене храмра пӑрахнӑ та тухса кайнӑ. Унтан вӑл кайса ҫакӑнса вилнӗ. 6 Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене пуҫтарнӑ та каланӑ: «Ку юн укҫи, ӑна храмри укҫа упранакан вырӑна хума юрамасть». 7 Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ, урӑх ҫӗрсенчен килнӗ ҫынсем вилсен вӗсене унта пытарас тенӗ. 8 Ҫавӑнпа ҫав хире халичченех Юн хирӗ теҫҫӗ. 9 Ҫапла вара Иереми́я пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ: «Вӗсем 30 кӗмӗл укҫана — Израиль ывӑлӗсем ҫак ҫыншӑн тӳлеме килӗшнӗ укҫана — илнӗ те, 10 мана Иегова* хушнӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ хирӗшӗн панӑ».

11 Иисуса Пила́т патне илсе пынӑ, вара лешӗ унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах калатӑн», — тенӗ. 12 Анчах аслӑ священниксемпе старейшинӑсем ӑна айӑплама пуҫласан, вӑл нимӗн те хуравламан. 13 Вара Пила́т унран ыйтнӑ: «Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑпласа каланине илтместӗн-им?» 14 Иисус пӗр сӑмах та чӗнмен. Ҫакӑ пуҫлӑха питӗ тӗлӗнтернӗ.

15 Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн йӑла пулнӑ: халӑх ыйтнипе вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне ирӗке кӑларнӑ. 16 Ҫав вӑхӑтра тӗрмере Вара́вва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ. 17 Ҫавӑнпа ҫынсем пухӑнсан, Пила́т вӗсенчен: «Сире валли хӑшне ирӗке кӑларас: Вараввӑна-и е Христос текен Иисуса-и?» — тесе ыйтнӑ. 18 Иисуса ӑмсаннӑран тытса панине вӑл пӗлнӗ. 19 Унсӑр пуҫне, вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫак тӳрӗ ҫынна нимӗн те ан ту, мӗншӗн тесен эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре уншӑн хытӑ асаплантӑм». 20 Анчах аслӑ священниксемпе старейшинӑсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вара вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ. 21 Пуҫлӑх вӗсенчен каллех ыйтнӑ: «Сире валли иккӗшӗнчен хӑшне ирӗке кӑларас?» Вӗсем: «Вараввӑна», — тенӗ. 22 Пила́т вӗсенчен ыйтнӑ: «Христос текен Иисуспа вара мӗн тӑвас манӑн?» Вӗсем пурте: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 23 Пила́т: «Мӗн усалли тунӑ вара вӑл?» — тесе ыйтнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем тата хытӑрах: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ.

24 Пила́т вара, ним тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: «Ҫак ҫын вилнишӗн* эпӗ айӑплӑ мар. Хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр». 25 Ҫакна хирӗҫ пӗтӗм халӑх: «Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр», — тенӗ. 26 Унтан Пила́т Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса вара чӗн пушӑпа хӗнеттерсе юпа ҫине пӑталама хушнӑ.

27 Салтаксем Иисуса пуҫлӑх керменне илсе кайнӑ та ун тавра салтаксен пӗтӗм отрядне чӗнсе пуҫтарнӑ. 28 Иисусӑн тумтирне хывса илсе вӗсем ӑна уртса ямалли хӗп-хӗрлӗ тумтир тӑхӑнтартнӑ, 29 пуҫне вара йӗплӗ ӳсентӑрансенчен явса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине патак тыттарнӑ. Унтан ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Сывӑ пултӑр иудейсен патши!» — тесе унран мӑшкӑлласа кулнӑ. 30 Вӗсем ун ҫине сурнӑ, унран патакне илсе ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. 31 Юлашкинчен, унран мӑшкӑлласа кулнӑ хыҫҫӑн, ун ҫине уртса янӑ тумтире хывса илсе ӑна хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑнтартнӑ та юпа ҫине пӑталама илсе кайнӑ.

32 Вӗсем хуларан тухнӑ чухне Си́мон ятлӑ Кире́на ҫыннине тӗл пулнӑ, ӑна Иисуса пӑталамалли юпана йӑтса пыма хушнӑ. 33 Голго́фа, урӑхла каласан, Пуҫ купташки текен вырӑна ҫитсен, 34 Иисуса йӳҫӗ шӗвекпе* хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех панӑ. Тутанса пӑхсан, вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман. 35 Иисуса юпа ҫине пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем шӑпа ярса унӑн ҫиелти тумтирне пӗр-пӗрин хушшинче пайланӑ, 36 унтан Иисуса хураллама ларнӑ. 37 Унӑн айӑпне кӑтартса пуҫӗ тӑрринче «Ку — Иисус, иудейсен патши» тесе ҫырнине ҫакса хунӑ.

38 Унпа юнашар юпасем ҫине икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — унӑн сылтӑм енне, теприне — сулахай енне. 39 Иртсе ҫӳрекенсем ӑна хурласа пуҫӗсене сулла-сулла каланӑ: 40 «Эй, храма аркатса ӑна виҫӗ кун хушшинче туса лартас текен, хӑвна ху ҫӑл! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, юпа ҫинчен ан!» 41 Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем те, старейшинӑсем те ҫавнашкалах мӑшкӑлласа каланӑ: 42 «Ыттисене ҫӑлатчӗ, хӑйне хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль патши вӗт. Юпа ҫинчен антӑр, вара эпир ӑна ӗненӗпӗр. 43 Вӑл Турра шанатчӗ. Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ ҫӑлтӑр ӑна. Вӑл: „Эпӗ Турӑ Ывӑлӗ“, — тетчӗ вӗт». 44 Унпа юнашар юпасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан вӑрӑ-хурахсем те ӑна ҫавнашкалах хурласа калаҫнӑ.

45 Кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет* тӗлнелле ҫавӑнти пӗтӗм ҫӗре тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫакӑ кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетчен* тӑсӑлнӑ. 46 Виҫӗ сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Эли́, Эли́, лама́ савахвани́?» Ҫакӑ «Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, мӗншӗн эсӗ мана хӑвартӑн?» тени пулать. 47 Ҫакна илтсен ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Вӑл Илияна чӗнет», — теме пуҫланӑ. 48 Вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илнӗ те ӑна йӳҫӗ эрех сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ. 49 Ыттисем каланӑ: «Тӑхтӑр-ха! Айтӑр пӑхар, Илия́ ӑна ҫӑлма килӗ-и?» 50 Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та вилсе кайнӑ*.

51 Ҫав вӑхӑтра храмри чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех икӗ пая пайланса ҫурӑлса аннӑ. Ҫӗр чӗтреннӗ, чул хысакӗсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ. 52 Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсен кӗлеткисем нумайӑшӗ тулалла тухса ӳкнӗ*, 53 вӗсене нумай ҫын курнӑ. (Тупӑклӑхсем патӗнче пулнӑ ҫынсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн сӑваплӑ хулана кӗнӗ.) 54 Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсан хытӑ хӑраса ӳкнӗ те: «Ку ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ иккен», — тенӗ.

55 Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсем нумай пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ. 56 Вӗсен хушшинче Мария Магдали́на, Иаковпа Ио́сия* амӑшӗ Мария тата Зеведе́й ывӑлӗсен амӑшӗ пулнӑ.

57 Каҫ тӗлнелле унта Аримафе́я ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын, пынӑ. Вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ. 58 Вӑл Пила́т патне кайса Иисусӑн кӗлеткине хӑйне пама ыйтнӑ. Пила́т вара Иисусӑн кӗлеткине ӑна пама хушнӑ. 59 Иосиф кӗлеткене илнӗ те ӑна таса, паха йӗтӗн пирпе чӗркенӗ, 60 унтан ту хысакӗнче касса тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ. Вӑл тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑк умне пысӑк чул йӑвантарса хунӑ. 61 Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларса юлнӑ.

62 Тепӗр кунне, шӑматкуна хатӗрленмелли кун иртсен, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пила́т патне пуҫтарӑннӑ. 63 Вӗсем ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр, эпир акӑ мӗн аса илтӗмӗр: леш ултавҫӑ хӑй чӗрӗ чухне: „Виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“, — тенӗччӗ. 64 Ҫавӑнпа унӑн тупӑклӑхне виҫҫӗмӗш кунччен хураллама хушсам, вӗренекенӗсем килсе унӑн кӗлеткине вӑрласа ан кайччӑр, кайран халӑха: „Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ!“ — тесе ан калаччӑр. Капла пулсан, кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ». 65 Пила́т вӗсене каланӑ: «Акӑ сире хуралҫӑсем. Кайӑр та хӑвӑр пӗлнӗ пек хураллӑр». 66 Вӗсем кайнӑ та тупӑклӑха хуплакан чула пичетлесе хунӑ тата хурал тӑратнӑ.

28 Шӑматкун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ.

2 Унта ҫӗр питӗ вӑйлӑ чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑн* ангелӗ тӳперен аннӑ та тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунӑ. Вӑл ҫав чул ҫине ларнӑ. 3 Вӑл ҫиҫӗм пек курӑнса тӑнӑ, тумтирӗ унӑн юр пек шурӑ пулнӑ. 4 Ангела курсан, хурал тӑракансем хӑранипе чӗтрене ернӗ те шак хытса кайнӑ*.

5 Ангел хӗрарӑмсене каланӑ: «Ан хӑрӑр. Эпӗ пӗлетӗп: эсир Иисуса, юпа ҫине пӑталанӑскере, шыратӑр. 6 Вӑл кунта ҫук. Хӑй каланӑ пек, вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл выртнӑ вырӑна килсе пӑхӑр. 7 Унтан часрах кайӑр та вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерӗр тата вӗсене: „Вӑл сире Галилейӑра кӗтӗ, эсир ӑна унта куратӑр“, — тейӗр. Эпӗ сире ҫакна калама килтӗм».

8 Хӗрарӑмсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ. Вӗсем, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ. 9 Сасартӑк вӗсене Иисус тӗл пулнӑ, вара вӗсене саламланӑ. Вӗсем ун патне пырса урисенчен ярса тытнӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 10 Иисус вӗсене каланӑ: «Ан хӑрӑр! Кайӑр та манӑн тӑвансене Галилейӑна кайма калӑр, вӗсем мана унта курӗҫ».

11 Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра хурал тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. 12 Аслӑ священниксем старейшинӑсемпе пухӑнса канаш тунӑ, вара салтаксене самаях укҫа* парса каланӑ: 13 «Эсир ҫапла калӑр: „Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пынӑ та эпир ҫывӑрнӑ чухне унӑн кӗлеткине вӑрласа кайнӑ“. 14 Ҫакӑн ҫинчен пуҫлӑх пӗлес пулсан, ан пӑшӑрханӑр, эпир ӑна йӑлтах ӑнлантарса парӑпӑр*». 15 Хуралҫӑсем укҫана илнӗ те хӑйсене каланӑ пек тунӑ. Ҫак сӑмах еврейсем хушшинче халӗ те ҫӳрет.

16 Вунпӗр вӗренекенӗ вара Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. 17 Иисуса курсан вӗсем ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, анчах хӑшӗ-пӗрисем ку вӑлах-ши тесе иккӗленнӗ. 18 Вара Иисус, патнерех пырса, вӗсене ҫапла каланӑ: «Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӗтӗм влаҫа мана панӑ. 19 Ҫавӑнпа кайӑр та пур халӑхри ҫынсенчен вӗренекенсем хатӗрлӗр: вӗсене Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗртӗр, 20 эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене. Ҫак тӗнче пӗтичченех* эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле пулӑп».

Е «Мессийӑн; Турӑ суйласа илнийӗн».

Е «йӑх-кӑкӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн упӑшки».

Христианла Грек Ҫырӑвӗсен ҫак куҫарӑвӗн тӗп текстӗнче Турӑ ячӗ, Иегова, 237 хут тӗл пулать. Пӗрремӗш хут вӑл ҫак сӑвӑ йӗркинче тӗл пулать. А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Еврейла «Иешу́а». Ҫак ят «Иегова — ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Ку вӑл I Аслӑ Ирод.

Е «асамҫӑсем».

Е «ҫӗре ӳксе пуҫҫапма».

Е «Месси́я; Турӑ суйласа илнийӗ».

Е «ҫӗре ӳксе пуҫҫапӑп».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Урӑхла каласан, Христоса.

«Назаре́т ҫынни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «хунав» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ пулмалла.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «кайӑк хурт пылне».

Ҫакӑ вӑл пӗрисене святой сывлӑшпа суйласа илессине, теприсене вутпа тӗп тӑвассине пӗлтерет.

Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен ывӑтса уйӑрма усӑ курнӑ кӗреҫе.

Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен тасатмалли вырӑн.

Е «мӗн тӳрӗ, ҫавна».

Урӑхла каласан, Туррӑн сывлӑшӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «сӑваплӑ ӗҫ туса тӑр».

Е «ӗҫлесе тӑма».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑш тӗлӗшӗнчен чухӑнсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса, антӑхса ҫитнисем».

Е «виҫмелли карҫинккапа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫавна ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни тейӗҫ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫавна ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кодрантна». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Е «Ҫавӑн пек уйрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «миля». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Урӑхла каласан, процентсӑр кивҫен илес текенрен.

Урӑхла каласан, юратас тӗлӗшрен пӗр ҫитменлӗхсӗр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрхенӳ парнисем панӑ чухне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑн умӑнта труба ан кӑшкӑрт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрттӑн пӑхакан».

Е «санӑн ятна сӑваплӑ тесе шутлаччӑр; санӑн яту хисеплентӗр».

Е «пултӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усалтан».

Е «таса пулсан». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ансат пулсан».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал пулсан».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр чике тӑршшӗ». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн тӳрӗлӗхне шырӑр».

Е «айӑплама пӑрахӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ».

Е «мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ».

Е «ҫӳппе».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫимӗҫӗсенчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫимӗҫӗсенчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртӗҫ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫне хума та вырӑн ҫук».

Е «Мӗншӗн эсир сахал ӗненетӗр?».

Е «ҫӑва».

Е «хастарлӑскер».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ тумтир».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «апат».

Еврейсем пӗр-пӗрне саламланӑ чухне «Мир пултӑр сире» тесе каланӑ.

Е «канӑҫлӑх».

Е «айӑпсӑр».

Урӑхла каласан, Шуйттан — демонсен кнеҫӗ, е пуҫлӑхӗ.

Е «пурнӑҫа пӗтереймӗҫ». Урӑхла каласан, каллех пурӑнас мая туртса илеймӗҫ.

Словаре пӑхӑр.

Е «салакайӑка».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр ассарипе». Ҫакӑ пӗр кунра ӗҫлесе илекен укҫан 1/16 пайӗ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».

Е «такӑнмасть».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа».

Е «хуйхӑрса хӑвӑра кӑкӑртан ҫапмарӑр».

Е «ӑслӑлӑха ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ».

Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сире уҫӑлтарса ярӑп».

Ҫакӑ мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.

Е «эпӗ йӑваш кӑмӑллӑ та хама кӗҫӗне хуракан ҫын».

Е «хӑвӑр чунӑрсене уҫӑлтарса янине туйса илетӗр».

Е «Турӑ умне хумалли ҫӑкӑра».

Е «аллине паралич ҫапнӑ ҫын».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн ячӗ ҫине».

Урӑхла каласан, Шуйттанӑн.

Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аскӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».

Е «ҫак тӗнчери». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.

10 кг яхӑн.

Е, тен, «тӗнче никӗсне хывнӑранпах».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».

Е «ҫак тӗнчен ӗмӗрӗ вӗҫленсе пыни». Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫулҫӳрекен купса».

Ку вӑл И́род Анти́па.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тетра́рх».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пилленӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «нумай ста́ди». 1 ста́ди — 185 м.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал черечӗ тӗлнелле». Урӑхла каласан, ирхи 3 сехетрен пуҫласа ирхи 6 сехетчен.

Е «Мӗншӗн санӑн ӗненӳ сахал?».

Ҫакӑ вӗсен аллисем хура пулнине пӗлтермест, аллисене еврейсен йӑли-йӗрки тӑрӑх ҫуманнине пӗлтерет.

Е «ылханакана».

Е «ашшӗ-амӑшӗшӗн тӑрӑшмасан та».

Грек текстӗнче нумайлӑ хисепре тӑракан порне́йа сӑмахпа усӑ курнӑ. Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «анчах вӑхӑтсен паллисен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аскӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтпе юн».

Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.

Е «ӳпкелеме».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман хыҫа кайса тӑр».

Е «хӑйӗн ирӗкне».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн Патшалӑхӗнче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫутӑ пек шурӑ пулса тӑнӑ».

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «дидра́хма». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Урӑхла каласан, кашни ҫынран пуҫтаракан налог.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «стати́р». Вӑл тетрадра́хма пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».

Е «такӑнсан».

Е «ашак ҫавӑракан арман чулӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтаракан чулсемшӗн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтаракан чулсем тупӑнсах тӑрӗҫ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».

Словаре пӑхӑр.

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Е, тен, «сирӗн ҫӳлти Аҫӑр та».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «питле ӑна».

Е «эсӗ тӑванна тӗрӗс ҫул ҫине тавӑртӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «7 хут 70 таран».

10 000 талант кӗмӗл 60 000 000 динарипе танлашнӑ. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «арӑмӗпе пурӑнӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр сӳсмен тӑхӑнтартса пӗрлештернине».

Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «парне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «амӑшӗ варӗнченех е́внух пулса ҫуралнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ҫине ал хурса».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ҫине ал хунӑ та».

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «виҫҫӗмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш тата тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «санӑн куҫу усал».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳперен-и».

Е «проституткӑсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Е «императора».

Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «филактерисене».

Е «чи лайӑх вырӑнсенче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

А3-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «прозели́т тӑвас тесе».

Словаре пӑхӑр.

Ҫак ӳсентӑранӑн вӑррисемпе апата тутӑ кӗртме усӑ кураҫҫӗ.

Е «ҫаратассипе».

Е «законсӑрлӑхпа».

Е, тен, «сирӗн ҫурт пушанса юлать».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

Е «ҫак тӗнчен ӗмӗрӗ вӗҫленсе пынине». Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫуратнӑ чухнехи асапсен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнӗҫ».

Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

Словарьте «Килни» статьяна пӑхӑр.

Е «ҫӗрле хӑш вӑхӑтра». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑш хурал черетӗнче».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехетре».

102 кг кӗмӗл укҫа. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.

40,8 кг кӗмӗл укҫа.

20,4 кг кӗмӗл укҫа.

Сӑвӑрни вӑл — тырра арпи-хывӑхӗнчен кӗреҫепе ывӑтса уйӑрни.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗле».

Е «банка кайса хумаллаччӗ».

Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ ҫын ҫаппа-ҫарамас пулнине кӑна мар, ҫын ҫӑмӑл тӑхӑннине, аялти тумтирпе ҫеҫ пулнине те пӗлтерме пултарать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьяволпа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «касса пӑрахӗҫ». Урӑхла каласан, ӗмӗрлӗх пурнӑҫран уйӑрӗҫ.

Е «палӑртнӑ вӑхӑт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пилленӗ те».

Е «псаломсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман пирки такӑнатӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».

Авалхи Рим ҫарӗнчи салтаксен ушкӑнӗ. Пӗр легионра 4 000—6 000 салтак пулнӑ. Ҫакӑнта ҫак сӑмах шучӗ нумай пулнине кӑтартса парать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑватӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ылханса».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юна».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнӗшӗн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ватпа; сехрепе».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет ҫитиччен» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).

Е «сывлама пӑрахнӑ».

Е «тӑнӑ; ҫӗкленнӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».

Е, тен, «Иосиф».

А5-мӗш приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вилнисем пекех пулса тӑнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗл».

Е «ӗнентерӗпӗр; ӳкӗте кӗртӗпӗр».

Е «ҫак тӗнчен ӗмӗрӗ вӗҫленичченех». Словарьте «Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем» статьяна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр