Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Ертӳҫӗсен 1:1—21:25
  • Ертӳҫӗсен

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ертӳҫӗсен
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Ертӳҫӗсен

ЕРТӲҪӖСЕН* КӖНЕКИ

1 Иисус Нави́н вилнӗ хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем* Иеговӑран: «Ханаансемпе ҫапӑҫма пирӗнтен кам кайӗ?» — тесе ыйтнӑ. 2 Иегова: «Иуда кайӗ, — тенӗ. — Эпӗ ҫак ҫӗре унӑн аллине паратӑп». 3 Иуда йӑхӗнчисем хӑйсен тӑванӗсене, Симео́н йӑхӗнчисене, ҫапла каланӑ: «Пире шӑпа тӑрӑх лекнӗ ҫӗре ханаансемпе ҫапӑҫма айтӑр пӗрле каяр. Кайран вара сире шӑпа тӑрӑх лекнӗ ҫӗре эпир сирӗнпе пӗрле кайӑпӑр». Вара Симео́н йӑхӗнчисем вӗсемпе пӗрле кайнӑ.

4 Иуда йӑхӗнчисем ханаансемпе ферезейсене хирӗҫ тухсан, Иегова ҫав халӑхсене вӗсен аллине панӑ. Вара лешӗсем Везекра 10 000 ҫынна вӗлернӗ. 5 Унта вӗсем Адо́ни-Везекпа тӗл пулнӑ. Унпа ҫапӑҫса ханаансемпе ферезейсене ҫӗнтернӗ. 6 Адо́ни-Везе́к тарнӑ, анчах та вӗсем ӑна хӑваласа ҫитсе ярса тытнӑ та унӑн аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ. 7 Адо́ни-Везе́к ҫапла каланӑ: «Аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ 70 патша ман сӗтел ҫинчен ӳкнӗ апата пуҫтаратчӗҫ. Хам мӗн тӑваттӑм, Турӑ мана ҫавнах турӗ». Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ.

8 Кайран Иуда йӑхӗнчисем Иерусалимпа ҫапӑҫнӑ та ӑна ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлернӗ, хулине вара ҫунтарса янӑ. 9 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем сӑрт-тусем ҫинче тата Негевпа Шефелӑра пурӑнакан ханаансемпе ҫапӑҫма кайнӑ. 10 Иуда йӑхӗнчисем Хевронра (унччен Хевро́н Кириа́ф-Арба́ ятлӑ пулнӑ) пурӑнакан ханаансемпе ҫапӑҫнӑ. Вара вӗсем Шешая, Ахимана тата Фалмая ҫӗнтернӗ.

11 Ҫав вырӑнтан вӗсем Давира кайса унта пурӑнакансемпе ҫапӑҫнӑ. (Унччен Дави́р хулине Кириа́ф-Сефе́р тенӗ.) 12 Вара Хале́в ҫапла каланӑ: «Кам Кириа́ф-Сефе́р ҫине тапӑнса ӑна ярса илӗ, ҫавна хамӑн хӗрӗме Ахсӑна качча парӑп». 13 Хулана Гофонии́л — Хале́в шӑллӗн Кена́зӑн ывӑлӗ — ярса илнӗ. Вара Хале́в ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсӑна качча панӑ. 14 Упӑшкин килне кайма тухнӑ чухне А́хса хӑйӗн ашшӗнчен хир ыйтма упӑшкине ӳкӗте кӗртнӗ. А́хса ашак ҫинчен аннӑ*, вара Хале́в унран ыйтнӑ: «Сана мӗн кирлӗ?» 15 А́хса ҫапла хуравланӑ: «Пиллесем мана. Эсӗ мана кӑнтӑр енче* ҫӗр патӑн, Гулло́ф-Маима* та парсам». Вара Хале́в ӑна Тури Гуллофа тата Анатри Гуллофа панӑ.

16 Моисей хуньӑшӗн, кене́й ҫыннин Иофо́рӑн, йӑхӗнчисем Иуда йӑхӗнчисемпе пӗрле Пальма хулинчен тухса Арадран кӑнтӑралла выртакан Иуда пушхирне кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем ҫавӑнти халӑх хушшинче пурӑнма пуҫланӑ. 17 Иуда йӑхӗнчисем хӑйсен тӑванӗсемпе пӗрле, Симео́н йӑхӗнчисемпе пӗрле, Цефафра пурӑнакан ханаансем ҫине тапӑннӑ та хулине аркатнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хулана Хо́рма* тесе ят панӑ. 18 Кайран Иуда йӑхӗнчисем Га́за, Аскало́н тата Екро́н хулисемпе вӗсен ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫӗнсе илнӗ. 19 Иегова вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем сӑрт-тусене ярса илнӗ, анчах та айлӑмра пурӑнакансене хӑваласа ярайман, мӗншӗн тесен лешӗсен тимӗр ҫаваллӑ ҫар ураписем* пулнӑ. 20 Моисей сӑмах панӑ пек, Хевро́н хулине Халева панӑ, вӑл вара ҫавӑнтан Ена́кӑн виҫӗ ывӑлне хӑваласа янӑ.

21 Вениамин йӑхӗнчисем Иерусалимра пурӑнакан иевусейсене хӑваласа яман, ҫавӑнпа та иевусейсем халӗ те Иерусалимра вӗсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ.

22 Ҫав хушӑра Иосиф йӑхӗнчисем Вефи́ль хули ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ, Иегова вӗсемпе пӗрле пулнӑ. 23 Вӗсен разведчикӗсем Вефиле сӑнама пуҫланӑ (унччен ҫав хула Луз ятлӑ пулнӑ). 24 Вӗсем хуларан тухакан ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: «Хулана мӗнле кӗмеллине кӑтарт, вара сана тивмӗпӗр*». 25 Ҫав ҫын хулана мӗнле кӗмеллине кӑтартнӑ, вара лешӗсем хулара пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, ҫав ҫынпа унӑн ҫемйине вара янӑ. 26 Вӑл хетсен ҫӗрне кайнӑ, унта хула туса лартнӑ та ӑна Луз тесе ят панӑ. Вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек ятлӑ.

27 Мана́ссия йӑхӗнчисем Беф-Санра, Фаанахра, Дорта, Ивлеамра, Мегиддора тата вӗсен ҫумӗнчи* хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем унтах пурӑнма юлнӑ. 28 Израиль ҫыннисем вӑйлӑрах пулса тӑрсан ханаансене ирӗксӗрлесе хӑйсемшӗн ӗҫлеттерме пуҫланӑ, анчах хӑваласа яма вара пурне те хӑваласа яман.

29 Ефрем йӑхӗнчисем Газерти ханаансене хӑваласа яман, ханаансем Газерта вӗсем хушшинче пурӑнма юлнӑ.

30 Завуло́н йӑхӗнчисем Китронра тата Наглолра пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем вӗсем хушшинче пурӑнма юлнӑ. Ханаансене ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерме пуҫланӑ.

31 Аси́р йӑхӗнчисем Аккора пурӑнакансене, Сидонра, Ахлавра, Ахзивра, Хелвӑра, Афекра тата Реховра пурӑнакансене хӑваласа яман. 32 Аси́р йӑхӗнчисем ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ханаансене хӑваласа яман.

33 Неффали́м йӑхӗнчисем Вефсамисра тата Беф-Анафра пурӑнакансене хӑваласа яман, вӗсем ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ. Неффали́м йӑхӗнчисем Вефсамисра тата Беф-Анафра пурӑнакансене ирӗксӗрлесе хӑйсемшӗн ӗҫлеттерме пуҫланӑ.

34 Аморейсем Дан йӑхӗнчисене айлӑма анма паман, ҫавӑнпа лешӗсен сӑрт-тусем ҫинче пурӑнма тивнӗ. 35 Аморейсем малалла та Хере́с тӑвӗ ҫинче, Аиалонра тата Шаалбимра пурӑннӑ. Анчах Иосиф йӑхӗнчисем вӑйланса ҫитсен* лешӗсене ирӗксӗрлесе хӑйсемшӗн ӗҫлеттерме пуҫланӑ. 36 Аморейсен ҫӗрӗ Акрави́м ту каҫҫинчен* пуҫланса Селӑран тӑвалла сарӑлса выртнӑ.

2 Галгалран Бохима Иеговӑн ангелӗ пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире Египетран илсе тухса хӑвӑрӑн мӑн аслаҫӑрсене пама тупа тунӑ ҫӗр ҫине илсе килтӗм. Эпӗ ҫапла та каларӑм: „Сирӗнпе тунӑ килӗшӗве нихӑҫан та пӑсмӑп. 2 Эсир вара ҫак ҫӗрте пурӑнакан ҫынсемпе килӗшӳ ан тӑвӑр тата вӗсен парне вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухӑр“. Анчах та эсир мана итлемерӗр. Мӗншӗн ҫапла турӑр? 3 Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла каларӑм: „Вӗсене сирӗн хушшӑртан хӑваласа ямӑп, вара вӗсем сирӗншӗн капкӑн пулса тӑрӗҫ, хӑйсен туррисене пуҫҫапма илӗртӗҫ“».

4 Иеговӑн ангелӗ ҫак сӑмахсене Израиль ҫыннисене каласан, халӑх хыттӑн йӗрсе янӑ. 5 Вара вӗсем ҫав вырӑна Бохи́м* тесе ят панӑ тата Иеговӑна унта парнесем кӳнӗ.

6 Иисус Нави́н халӑха саланма каласан, вӗсем хӑйсене еткерлӗхе панӑ ҫӗрсене ҫӗнсе илме кайнӑ. 7 Иисус Нави́н пурӑннӑ вӑхӑтра та, ҫавӑн пекех унран ытларах пурӑннӑ тата Иегова Израильшӗн тунӑ чаплӑ ӗҫсене курнӑ старейшинӑсем пурӑннӑ вӑхӑтра та халӑх Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. 8 Иисус Нави́н, Иеговӑн ӗҫлекенӗ, 110 ҫулта вилнӗ. 9 Ӑна хӑйне еткере панӑ ҫӗрте — Фамна́ф-Сара́и хулинче, Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче, Гаа́ш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче — пытарнӑ. 10 Ун чухне пурӑннӑ пӗтӗм ӑру та вилнӗ, ун хыҫҫӑн килнӗ ӑру вара Иеговӑна та, вӑл Израильшӗн мӗн тунине те пӗлмен.

11 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, ҫавна тума тата Ваалсемшӗн ӗҫлеме пуҫланӑ. 12 Вӗсем Иеговӑна — хӑйсен ашшӗсен Туррине, вӗсене Египетран илсе тухнӑ Турра — хӑварнӑ та урӑх турӑсемшӗн, кӳршӗ халӑхсен туррисемшӗн, ӗҫлеме пуҫланӑ, вӗсене пуҫҫапнӑ, ҫапла Иеговӑна ҫиллентернӗ. 13 Вӗсем Иеговӑна хӑварса Ваалпа Астартӑсемшӗн ӗҫлеме пуҫланӑ. 14 Вара Иегова Израиль ҫыннисем ҫине тарӑхса кайнӑ та вӗсене вӑрӑ-хурахсен аллине панӑ, лешӗсем вӗсене ҫаратма пуҫланӑ. Вӑл Израиль ҫыннисене таврари тӑшмансен аллине панӑ*, ҫавӑнпа вӗсем тӑшманӗсене хирӗҫ тӑрайман. 15 Вӗсем кирек мӗн тусан та, Иегова каланӑ пек тата Иегова тупа тунӑ пек, Иегова* вӗсене хирӗҫ тӑнӑ тата вӗсем ҫине инкек ярса тӑнӑ. Вӗсем пысӑк хуйхӑ тӳснӗ. 16 Ҫавӑнпа Иегова вӗсене ертӳҫӗсем парса тӑма пуҫланӑ, лешӗсем вара вӗсене вӑрӑ-хурахсенчен хӑтарнӑ.

17 Анчах вӗсем хӑйсен ертӳҫисене те итлемен, урӑх турӑсемшӗн ӗҫленӗ* тата вӗсене пуҫҫапнӑ. Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑнӑ мӑн аслашшӗсен ҫулӗнчен вӗсем хӑвӑртах пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем мӑн аслашшӗсенчен тӗслӗх илмен. 18 Иегова вӗсене ертӳҫӗ панӑ чухне Иегова ҫав ертӳҫӗпе пӗрле пулнӑ, ҫав ертӳҫӗ пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл вӗсене тӑшмансенчен хӑтарнӑ. Тӑшмансем вӗсене асаплантарнине, пусмӑрланине курсан, Иегова вӗсене шелленӗ.

19 Анчах та ертӳҫӗ вилсен, вӗсем каллех хӑйсене ашшӗсенчен те япӑхрах тытма пуҫланӑ: урӑх турӑсемшӗн ӗҫленӗ тата вӗсене пуҫҫапнӑ. Вӗсем ҫине тӑрсах усаллине тунӑ. 20 Юлашкинчен Иегова Израиль ҫине тарӑхса кайнӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑх эпӗ хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе тунӑ килӗшӗве пӑсрӗ, мана итлемерӗ. 21 Ҫавӑнпа эпӗ те ун хушшинчен Иисус Нави́н вилнӗ хыҫҫӑн юлнӑ халӑхсене хӑваласа ямӑп. 22 Ҫакӑ Израиле тӗрӗслемешкӗн пулӗ — вӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Иеговӑн ҫулӗпе ҫӳрӗҫ-и е ҫӳремӗҫ-и?» 23 Акӑ мӗншӗн Иегова ҫав халӑхсене хӑварнӑ, вӑл вӗсене тӳрех хӑваласа яман тата Иисус Нави́н аллине паман.

3 Ханаансемпе вӑрҫӑ вӑрҫса курман Израиль ҫыннисене тӗрӗслес тесе Иегова ҫав ҫӗрти хӑш-пӗр халӑхсене хӑварнӑ. 2 Ҫакна вӑрҫӑ вӑрҫса курман Израиль ҫыннисен кайранхи ӑрӑвӗсем вӑрҫӑ мӗн иккенне пӗлччӗр тесе тунӑ. 3 Ҫак халӑхсене хӑварнӑ пулнӑ: филистимсен пилӗк пуҫлӑхӗ, мӗнпур ханаа́н, унсӑр пуҫне, Сидо́н ҫыннисем тата Лива́н тӑвӗсем ҫинче Ваа́л-Ермо́н тӑвӗнчен пуҫласа Лево́-Ха́мат* таран пурӑнакан евейсем. 4 Ҫак халӑхсене Израиль ҫыннисене тӗрӗслеме, вӗсем хӑйсен ашшӗсене Моисей урлӑ панӑ Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑрассипе тытса тӑмассине пӗлме хӑварнӑ. 5 Ҫавӑнпа Израиль ҫыннисем ханаансем, хетсем, аморейсем, ферезейсем, евейсем тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ. 6 Израиль ҫыннисем вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене те вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ тата вӗсен туррисемшӗн ӗҫлеме пуҫланӑ.

7 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, ҫавна тунӑ. Вӗсем хӑйсен Туррине Иеговӑна манса кайнӑ, Ваалсемшӗн ӗҫлесе тӑнӑ тата сӑваплӑ юпасене* пуҫҫапнӑ. 8 Ҫавӑншӑн Иегова Израиль ҫыннисем ҫине тарӑхса кайнӑ та вӗсене Хусарсафе́мӑн, Месопота́ми* патшин, аллине панӑ*. Израиль ҫыннисем Хусарсафе́мшӑн сакӑр ҫул ӗҫлесе тӑнӑ. 9 Израиль ҫыннисем Иеговӑран пулӑшу ыйтма пуҫласан, Иегова вӗсене хӑтармашкӑн ҫӑлакана, Гофониила — Кена́зӑн, Хале́в шӑллӗн, ывӑлне — панӑ. 10 Иегова ӑна хӑйӗн святой сывлӑшне* панӑ та, вӑл Израилӗн ертӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл вӑрҫӑ вӑрҫма кайсан, Иегова Месопота́ми* патшине Хусарсафема ун аллине панӑ, вара Гофонии́л ӑна ҫӗнтернӗ. 11 Ҫавӑн хыҫҫӑн Израильте 40 ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ. Кайран Гофонии́л, Кена́зӑн ывӑлӗ, вилнӗ.

12 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн Иегова Еглона, Моа́в патшине, Израиль ҫыннисене ҫӗнтерме панӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем Иегова мӗн япӑх тет, ҫавна тунӑ. 13 Егло́н аммонсемпе тата амаликсемпе пӗрлешнӗ те Израиль ҫине тапӑнса Пальма хулине ярса илнӗ. 14 Израиль ҫыннисем Егло́ншӑн, Моа́в патшишӗн, 18 ҫул ӗҫлесе тӑнӑ. 15 Вара вӗсем Иеговӑран пулӑшу ыйтма пуҫланӑ, ҫавӑнпа Иегова вӗсене ҫӑлакана — Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ Герӑн ывӑлне Аода — панӑ. Вӑл сулахай алӑпа ӗҫлекен ҫын* пулнӑ. Израиль ҫыннисем ун урлӑ Еглона, Моа́в патшине, куланай парса янӑ. 16 Ао́д пӗр чике* тӑршшӗ икӗ енӗ те ҫивӗч хӗҫ тунӑ та ӑна тумтирӗ айне, сылтӑм пӗҫҫи ҫумне, ҫакса янӑ. 17 Ао́д Еглона, Моа́в патшине, куланай панӑ. (Егло́н питӗ самӑр ҫын пулнӑ.)

18 Ао́д куланай панӑ хыҫҫӑн куланай илсе килнӗ ҫынсемпе пӗрле каялла кайнӑ. 19 Анчах вӑл, вӗсемпе пӗрле Галгалри чул йӗрӗхсем патне* ҫитсен, каялла таврӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Патша, ман сан валли вӑрттӑн каламалли хыпар пур». Лешӗ: «Шӑпӑрт!» — тенӗ. Вара тарҫисем пурте ун патӗнчен тухса кайнӑ. 20 Ао́д ун патне кӗнӗ чухне вӑл ҫӳлти сулхӑн пӳлӗмре пӗччен ларнӑ. Ао́д ӑна ҫапла каланӑ: «Ман сан валли Турӑран хыпар пур». Вара патша ура ҫине тӑнӑ*. 21 Ао́д сулахай алӑпа сылтӑм пӗҫҫи ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне туртса кӑларнӑ та Еглона хырӑмӗнчен чикнӗ. 22 Хӗҫӗ аври-мӗнӗпех кӗрсе кайса хырӑмри ҫу ӑшне путнӑ, Ао́д хӗҫне туртса кӑларман, вара Егло́нӑн каяшӗсем юхса тухнӑ. 23 Ао́д пӳлӗмри алӑксене питӗрсе чӳречерен* тухса кайнӑ. 24 Вӑл кайсан, тарҫӑсем килнӗ те ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене питӗрнине курнӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Вӑл шалти пӳлӗмре пӗр ҫӗре кайнӑ* пулмалла». 25 Чылай кӗтсен вӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ. Егло́н ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене уҫман пирки вӗсем уҫҫисене илсе алӑкӗсене уҫнӑ та вӗсен хуҫи урайӗнче вилӗ выртнине курах кайнӑ.

26 Вӗсем вӑрахласа тӑнӑ хушӑра Ао́д тарнӑ, вӑл чул йӗрӗхсем патӗнчен иртсе кайса Сеирафа ҫитнӗ. 27 Унта, Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗсем ҫинче, вӑл какӑрпа* кӑшкӑртнӑ, вара Израиль ҫыннисем вӑл ертсе пынипе сӑрт-тусем ҫинчен аннӑ. 28 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, Иегова моавсене, сирӗн тӑшмансене, сирӗн алла пачӗ». Вӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ, моавсене тарма парас мар тесе Иорда́н урлӑ каҫмалли тарӑнах мар вырӑнсене ярса илнӗ те никама та каҫма паман. 29 Вӗсем моавсене 10 000-е яхӑн вӑйлӑ та паттӑр ҫынна вӗлернӗ, вӗсенчен пӗри те хӑтӑлайман. 30 Ҫав кун Израиль Моава парӑнтарнӑ, вара ҫав ҫӗрте 80 ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.

31 Ао́д хыҫҫӑн Ана́фӑн ывӑлӗ Самега́р Израилӗн ҫӑлаканӗ пулса тӑнӑ. Вӑл шӗвӗртнӗ патакпа* 600 филистима вӗлернӗ.

4 Ао́д вилсен, Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ. 2 Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене Ханаа́н патшин Иави́нӑн аллине панӑ. Вӑл Асорта патшара ларнӑ. Унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Сиса́ра пулнӑ. Вӑл Хароше́ф-Гоимра пурӑннӑ. 3 Иави́нӑн тимӗр ҫаваллӑ 900 ҫар урапи* пулнӑ. Вӑл Израиль ҫыннисене 20 ҫул хушши хаяррӑн хӗсӗрленӗ, ҫавӑнпа Израиль ҫыннисем Иеговӑран пулӑшу ыйтма пуҫланӑ.

4 Ҫав вӑхӑтра Дево́ра хӗрарӑм пророк, Лапидо́фӑн арӑмӗ, Израиле суд туса халӑха Туррӑн йышӑнӑвӗсене пӗлтерсе тӑнӑ. 5 Вӑл Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинчи Рамӑпа Вефи́ль хушшинчи хӑйӗн пальми* айӗнче ларнӑ. Израиль ҫыннисем ун патне Турӑ суд туса мӗнле йышӑну тунине пӗлме пырса ҫӳренӗ. 6 Вӑл Авиноа́мӑн ывӑлне, Варака, Кеде́с-Неффалимран чӗнтерсе килсе ӑна ҫапла каланӑ: «Иегова, Израилӗн Турри, сана акӑ мӗн тума хушать: „Неффали́мӑн тата Завуло́нӑн йӑхӗсенчи 10 000 ҫынна пӗрле ил те Фаво́р тӑвӗ ҫине хӑпар. 7 Эпӗ сан патна Киссо́н юханшывӗн айлӑмне* Иави́н ҫарӗн пуҫлӑхне Сисарӑна вӑрҫӑ ураписемпе ҫарӗ-мӗнӗпе пӗрле илсе пырӑп та сан аллуна парӑп“».

8 Вара́к Деворӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ манпа пырсан — каятӑп, манпа пӗрле пымасан — каймастӑп». 9 Дево́ра ӑна каланӑ: «Пыратӑп, анчах чапӗ сана пулмӗ. Иегова Сисарӑна хӗрарӑм аллине парӗ». Ун хыҫҫӑн Дево́ра тӑнӑ та Варакпа пӗрле Кедеса кайнӑ. 10 Вара́к Завуло́нӑн тата Неффали́мӑн йӑхӗсенчи ҫынсене Кедесра пуҫтарнӑ. Вара ун хыҫҫӑн 10 000 ҫын кайнӑ. Дево́ра та унпа пӗрле пынӑ.

11 Кене́й ҫынни Хеве́р ытти кенейсенчен — Моисей хуньӑшӗн Хова́вӑн йӑхӗнчен тухнисенчен — уйрӑлнӑ. Вӑл Кедесра Цананнимри пысӑк йывӑҫ айӗнче чатӑр карса лартнӑ.

12 Сисарӑна Авиноа́мӑн ывӑлӗ Вара́к Фаво́р тӑвӗ ҫине хӑпарни ҫинчен пӗлтернӗ. 13 Сиса́ра тӳрех хӑйӗн пур ҫар урапине, тимӗр ҫаваллӑ 900 ҫар урапине, тата пӗтӗм ҫарне пуҫтарнӑ та Хароше́ф-Гоимран Киссо́н юханшывӗн айлӑмне кайнӑ. 14 Дево́ра Варака ҫапла каланӑ: «Кай, паян Иегова Сисарӑна санӑн аллуна парӗ. Иегова сан умӑнта пырать». Вара Вара́к Фаво́р тӑвӗ ҫинчен аннӑ. Ун хыҫҫӑн 10 000 ҫын пынӑ. 15 Вара́к тапӑннӑ чухне Иегова Сисарӑна та, унӑн вӑрҫӑ ураписемпе пыракансене пурне те, унӑн пӗтӗм ҫарне те аптратса ӳкернӗ. Сиса́ра урапа ҫинчен сиксе аннӑ та тарнӑ. 16 Вара́к вӑрҫӑ ураписене тата ҫара Хароше́ф-Гоима ҫитиччен хыҫран хӑваланӑ. Сиса́рӑн пӗтӗм ҫарне хӗҫпе вӗлерсе пӗтернӗ, никам та чӗрӗ юлман.

17 Сиса́ра вара Иаи́лӗн — кене́й ҫыннин, Хеве́рӑн, арӑмӗн — чатӑрӗ патне чупса ҫитнӗ, мӗншӗн тесен Асо́р патши Иави́н тата кене́й ҫынни Хеве́р пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннӑ*. 18 Иаи́ль Сисарӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: «Кӗр кунта, хуҫамӑм, кӗр. Ан хӑра». Вӑл чатӑра кӗнӗ те, Иаи́ль ӑна вителӗкпе витсе янӑ. 19 Сиса́ра Иаиле каланӑ: «Шыв парсам мана, тархасшӑн. Ман ӗҫес килет». Лешӗ сӗт тултарнӑ сӑран хутаҫ уҫса ӑна ӗҫме панӑ. Унтан ӑна каллех вителӗкпе витсе янӑ. 20 Сиса́ра Иаиле каланӑ: «Чатӑра кӗмелли вырӑнта тӑр. „Кунта кам та пулин пур-и?“ — тесе пырса ыйтсан, никам та ҫук тесе кала».

21 Иаи́ль, Хеве́рӑн арӑмӗ, аллине чатӑр шалчипе мӑлатук тытнӑ. Вара ывӑнса ҫитнӗ, тарӑн ыйхӑпа ҫывӑракан Сиса́ра патне шӑппӑн пынӑ та унӑн тӑнлавне шалча ҫапса шӑтарнӑ. Шалчи ҫӗр ӑшнех кӗрсе ларнӑ. Сиса́ра вилсе кайнӑ.

22 Сисарӑна хӑвалакан Вара́к та ҫавӑнтах ҫитнӗ. Иаи́ль ӑна хирӗҫ чатӑртан тухса ҫапла каланӑ: «Кӗр—ха, эпӗ сана хӑв шыракан ҫынна кӑтартӑп». Вӑл чатӑра кӗнӗ те — акӑ вилнӗ Сиса́ра выртать, тӑнлавне шалча ҫапса шӑтарнӑ пулнӑ.

23 Ҫав кун Турӑ Ханаа́н патшине Иавина Израиль ҫыннисен аллине панӑ. 24 Израиль ҫыннисем вӑйлӑлансах пынӑ, юлашкинчен вара Ханаа́н патшине Иавина пӗтернӗ.

5 Ҫав кун Дево́ра Авиноа́мӑн ывӑлӗпе Варакпа ҫакӑн пек юрӑ юрланӑ:

 2 — Израильте ҫар ҫыннисем ҫӳҫӗсене сапаласа янӑшӑн*,

Ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе ҫапӑҫма кайнӑшӑн

Иеговӑна мухтӑр!

 3 Итлӗр, патшасем! Тӑнлӑр, пуҫлӑхсем!

Эпӗ Иеговӑна юрласа парӑп.

Иеговӑна, Израиль Туррине, мухтаса юрлӑп*.

 4 Иегова, эсӗ Сеиртан тухнӑ чухне,

Эдомран хӑватлӑн тухнӑ чухне

Ҫӗр чӗтренчӗ тата тӳперен шыв шӑпӑртатрӗ,

Пӗлӗтсенчен ҫумӑр ячӗ.

 5 Иегова сӑнӗ умӗнче тусем юхса анчӗҫ*,

Сина́й та Иеговӑн, Израиль Туррин, сӑнӗ умӗнче юхса анчӗ.

 6 Ана́ф ывӑлӗ Самега́р пурӑннӑ вӑхӑтра,

Иаи́ль пурӑннӑ вӑхӑтра ҫулсем ҫинче ҫын ҫукчӗ,

Ҫул ҫӳрекенсем тавраран ҫаврӑнса ҫӳретчӗҫ.

 7 Эпӗ, Дево́ра, ҫӗклениччен,

Израиле пулӑшма амӑшӗ пек ҫӗклениччен,

Израиль ялӗсем пушӑччӗ.

 8 Вӗсем хӑйсене валли ҫӗнӗ турӑсем суйларӗҫ,

Ҫавӑнпа хапха умне вӑрҫӑ ҫитрӗ.

Израильте, 40 000 ҫын хушшинче,

Щит та, сӑнӑ та ҫукчӗ.

 9 Израиль пуҫлӑхӗсем — чӗрем сирӗнпе пӗрле.

Эсир халӑхпа пӗрле кайма хатӗр пултӑр.

Иеговӑна мухтӑр!

10 Эсир, ҫутӑ-хӑмӑр ашаксемпе ҫӳрекенсем,

Эсир, чаплӑ кавирсем ҫинче ларакансем,

Эсир те, ҫулпа ҫӳрекенсем,

Шухӑшласа пӑхӑр!

11 Ҫӑлсем патӗнче шыв ӑсакансен сассисем илтӗнетчӗҫ.

Вӗсем унта Иеговӑн тӳрӗ ӗҫӗсем ҫинчен,

Израиль ялӗсенче пурӑнакансен тӳрӗ ӗҫӗсем ҫинчен каласа паратчӗҫ.

Вара Иеговӑн халӑхӗ хуласен хапхисем патне ыткӑнчӗ.

12 Вӑран, вӑран, Дево́ра!

Вӑран, вӑран, юрӑ юрла!

Ҫӗклен, Вара́к! Тыткӑна илнисене илсе кай, Авиноа́м ывӑлӗ!

13 Вара ҫӑлӑнса юлнисем пуҫлӑхсем патне пычӗҫ,

Вӑйлисене хирӗҫ каяс тесе Иеговӑн халӑхӗ ман пата килчӗ.

14 Айлӑмрисем Ефрем йӑхӗнчен килчӗҫ,

Вениамин, вӗсем сан хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, вӗсем сан ҫыннусем хушшинче.

Пуҫлӑхсем Махи́р йӑхӗнчен килчӗҫ,

Ҫар пухакансем* — Завуло́н йӑхӗнчен.

15 Иссаха́р кнеҫӗсем Деворӑпа пӗрле пулчӗҫ,

Иссаха́р та, Вара́к та унпа пӗрле пулчӗҫ.

Вӑл айлӑма ҫуран утса анчӗ.

Руви́м салтакӗсем мӗн тумалли пирки нумай шухӑшларӗҫ*.

16 Мӗншӗн эсӗ икӗ ҫӗклем* хушшинче ларса

Кӗтӳҫӗсем шӑхлич каланине итлерӗн?

Руви́м салтакӗсем мӗн тумалли пирки нумай шухӑшларӗҫ.

17 Галаа́д Иорда́н леш енче юлчӗ.

Дан вара? Мӗншӗн вӑл хӑйӗн карапӗсем ҫинчен анмарӗ?

Аси́р тинӗс хӗрринче ӗҫсӗр ларчӗ,

Хӑйӗн пристанӗсенчех юлчӗ.

18 Завуло́н хӑйӗн пурнӑҫне шеллемерӗ*, вилӗмрен хӑрамарӗ;

Неффали́м та тусем ҫинче хӑйӗн пурнӑҫне шеллемерӗ.

19 Патшасем килчӗҫ, ҫапӑҫрӗҫ,

Ҫапӑҫрӗҫ Ханаа́н патшисем

Фаанахра, Меги́ддо шывӗ хӗрринче.

Вӗсене нимӗнле кӗмӗл те лекмерӗ.

20 Тӳперен ҫӑлтӑрсем ҫапӑҫрӗҫ,

Тӳперен* Сисарӑпа ҫапӑҫрӗҫ.

21 Киссо́н шывӗ вӗсене юхтарса кайрӗ,

Авалхи юхӑм, Киссо́н юханшывӗ.

Ман чунӑм*, эсӗ вӑйлисене таптаса тухрӑн.

22 Унӑн ҫар лашисем тапӑртатса пыратчӗҫ,

Унӑн учӗсем вирхӗнсе чупатчӗҫ.

23 «Мероза ылханӑр, — терӗ Иеговӑн ангелӗ, —

Унта пурӑнакансене ылханӑр,

Вӗсем Иеговӑна пулӑшма килмерӗҫ вӗт,

Вӑйлисемпе пӗрле Иеговӑна пулӑшмарӗҫ».

24 Иаи́ль, кене́й ҫыннин Хеве́рӑн арӑмӗ, —

Чи мухтавлӑ хӗрарӑм,

Чатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмсенчен чи мухтавли.

25 Сиса́ра шыв ыйтрӗ — Иаи́ль ӑна сӗт пачӗ,

Илемлӗ чашӑкпа хӑймаллӑ сӗт пачӗ.

26 Вӑл аллине чатӑр шалчине илме,

Сылтӑм аллине йывӑҫ мӑлатук илме тӑсрӗ,

Сисарӑна пӑталарӗ, пуҫне ҫапса ҫӗмӗрчӗ,

Тӑнлавне чиксе шӑтарчӗ.

27 Сиса́ра ун ури умне ӳкрӗ, йӑванса кайрӗ, ҫавӑнтах выртса юлчӗ;

Ун ури умне ӳкрӗ, йӑванса кайрӗ;

Ӑҫта ӳкрӗ, ҫавӑнта вилсе выртрӗ.

28 Хӗрарӑм чӳречерен пӑхрӗ,

Решетке витӗр Сиса́рӑн амӑшӗ пӑхса тӑчӗ:

«Мӗншӗн ун урапи халӗ те килмест-ши?

Мӗншӗн утлӑ урапа сасси халӗ те илтӗнмест-ши?»

29 Ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсенчен чи ӑслисем хуравларӗҫ ӑна,

Вӑл хӑй те хӑйне ҫапла каласа тӑчӗ:

30 «Вӗсем тупӑш ярса илнӗ те ӑна пайлаҫҫӗ пуль,

Кашни салтака пӗрер, икшер хӗр,

Сиса́ра валли — тӗрлӗ тӗслӗ пусма, тӗрлӗ тӗслӗ пусма ун валли.

Тӗрленӗ тумтире, тӗрлӗ тӗслӗ пусмана, икӗ тӗрленӗ тумтире

Тупӑша ярса илнисен мӑйӗсенчен ҫакса ярӗҫ».

31 Иегова, сан пӗтӗм тӑшману пӗттӗр,

Сана юратакансем хӗвел пек ҫутатса тӑччӑр!

Израильте ӗнтӗ 40 ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.

6 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене ҫичӗ ҫуллӑха мадиансен аллине панӑ. 2 Мадиансем Израиль ҫыннисене хӗсӗрленӗрен лешӗсем тусем ҫинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче тата ҫын ҫитме йывӑр вырӑнсенче пытаннӑ*. 3 Израиль ҫыннисем тырӑ акнӑ чухне мадиансем, амаликсем тата хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакансем вӗсем ҫине тапӑннӑ. 4 Вӗсем Израиль ҫыннисем ҫине тапӑнас тесе лагерь лартнӑ тата Газӑна ҫитиех тыр-пула пӗтернӗ, Израиль ҫыннисем валли апат та, сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑварман. 5 Вӗсем хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхӗпе тата хӑйсен чатӑрӗсемпе пырса тӑнӑ, саранча пек шутсӑр нумаййӑн пулнӑ, вӗсен те, вӗсен тӗвисен те шучӗ пулман. Ҫапла вӗсем пыра-пыра ҫӗре ҫаратса хӑварнӑ. 6 Израиль ҫыннисем мадиансене пула питӗ чухӑнланса кайнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иеговӑран йӑлӑнса пулӑшу ыйтма пуҫланӑ.

7 Израиль ҫыннисем Иеговӑна хӑйсене мадиансенчен ҫӑлма ыйтсан, 8 Иегова вӗсем патне пророка янӑ. Пророк вӗсене ҫапла каланӑ: «Иегова, Израиль Турри, акӑ мӗн калать: „Эпӗ сире Египетран, эсир чуралӑхра пулнӑ ҫӗршывран*, илсе тухрӑм. 9 Эпӗ сире Египет ҫыннисенчен тата сире хӗсӗрлекен пур ҫынран та хӑтартӑм, вӗсене сирӗн патран хӑваласа ярса вӗсен ҫӗрне сире патӑм. 10 Эпӗ сире: ‚Эпӗ — Иегова, сирӗн Турру. Хӑвӑр пурӑнакан аморейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр*‘, — терӗм. Анчах эсир мана итлемерӗр“».

11 Каярахпа Офрӑна Иеговӑн ангелӗ пынӑ та пысӑк йывӑҫ айне ларнӑ. Ҫав йывӑҫ Авиезе́рӑн йӑхӗнчен тухнӑ Иоа́сӑн пулнӑ. Унӑн ывӑлӗ Гедео́н туллине мадиансенчен пытарас тесе ӑна виноград сӗткенне пусса кӑлармалли вырӑнта ҫапнӑ. 12 Иеговӑн ангелӗ ӑна курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Иегова санпа пӗрле, вӑйлӑ салтак». 13 Гедео́н ӑна каланӑ: «Каҫар, хуҫам, Иегова пирӗнпе пулсан, мӗншӗн пире ҫакӑ веҫех килсе ҫитрӗ? Унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ӑҫта-ши? Аттесем пире: „Иегова пире Египетран илсе тухрӗ“, — тесе каласа паратчӗҫ. Халӗ вара Иегова пире пӑрахрӗ те мадиансен аллине пачӗ». 14 Иегова ун ҫине пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Кай та хӑвӑн вӑй-халупа Израиль ҫыннисене мадиансенчен хӑтар. Сана эпӗ яратӑп». 15 Гедео́н ӑна ҫапла хуравланӑ: «Каҫар мана, Иегова, эпӗ Израиле мӗнле ҫӑлма пултаратӑп-ха? Ман ӑру* — Мана́ссия йӑхӗнчи нимпе те палӑрса тӑман ӑру. Атте килӗнче те эпӗ чи пӗчӗк ҫын». 16 Иегова ӑна: «Эпӗ санпа пӗрле пулӑп. Эсӗ мадиансене пӗр ҫынна ҫӗнтернӗ пек ҫӗнтерӗн», — тенӗ.

17 Вара Гедео́н ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана ырлатӑн пулсан, манпа эсех калаҫнине ҫирӗплетсе паракан паллӑ кӑтартсам мана. 18 Эпӗ сан валли ҫимелли хатӗрлесе илсе киличчен кунтан ан кайсамччӗ». Лешӗ каланӑ: «Эсӗ таврӑниччен эпӗ кунтах пулӑп». 19 Гедео́н кайнӑ та качака путекки пусса хатӗрленӗ тата пӗр е́фа* ҫӑнӑхран тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Вӑл какайне карҫинккана хунӑ, какай пӗҫернӗ шывне вара чӳлмеке тултарнӑ. Унтан ҫакна веҫех ӑна пысӑк йывӑҫ айне пырса панӑ.

20 Чӑн Туррӑн ангелӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Какайпа тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра ил те ҫав пысӑк чул ҫине хур. Тата какай пӗҫернӗ шыва ун ҫине тӑк». Вӑл ҫапла тунӑ та. 21 Иеговӑн ангелӗ аллинчи туйине тӑснӑ та какайпа ҫӑкӑра тӗкӗннӗ. Вара чулран вут-ҫулӑм тухса какайпа ҫӑкӑра ҫунтарса янӑ. Кайран Иеговӑн ангелӗ куҫран ҫухалнӑ. 22 Гедео́н ку Иеговӑн ангелӗ пулнине ӑнланса илнӗ.

Гедео́н ҫапла каланӑ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа Иегова, пӗтрӗм эпӗ! Иеговӑн ангелне куҫа-куҫӑн куртӑм вӗт!» 23 Иегова вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мир* пултӑр сана! Ан хӑра, эсӗ вилместӗн». 24 Гедео́н унта Иегова валли парне вырӑнӗ тунӑ. Ӑна паянхи кун та Иегова-Шало́м* теҫҫӗ. Вӑл халӗ те Офрӑра, Авиезе́р йӑхӗнчен тухнисен хулинче, ларать.

25 Ҫав каҫ Иегова ӑна каланӑ: «Хӑвӑн аҫун ҫамрӑк вӑкӑрне, ҫичӗ ҫулхи вӑкӑра*, ил. Аҫу Ваа́л валли тунӑ парне вырӑнне ҫӗмӗрсе пӑрах. Ун ҫумӗнче ларакан сӑваплӑ юпана* та касса пӑрах. 26 Чулсене речӗ-речӗпе хурса тухса ҫак хӳтӗ вырӑн тӑрринче хӑвӑн Турру Иегова валли парне вырӑнӗ ту. Кайран ҫак ҫамрӑк вӑкӑра ил те ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнене кӳр. Хӑв касса пӑрахас сӑваплӑ юпа вара вутӑ вырӑнне пултӑр». 27 Гедео́н хӑйӗнпе пӗрле вунӑ тарҫӑ илнӗ те Иегова мӗн хушнине веҫех тунӑ. Анчах та вӑл ашшӗ килӗнчисенчен тата хула ҫыннисенчен хӑранӑран ҫавна кӑнтӑрла мар, ҫӗрле тунӑ.

28 Тепӗр кунне хула ҫыннисем ир-ирех тӑнӑ та Ваа́лӑн парне вырӑнне ҫӗмӗрнине, ун ҫумӗнче ларакан сӑваплӑ юпана касса пӑрахнине тата ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче ҫамрӑк вӑкӑра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнене кӳнине курах кайнӑ. 29 Вӗсем пӗр-пӗринчен: «Ҫакна кам тунӑ?» — тесе ыйтма пуҫланӑ. Вара тӗпчесе пӗлсен: «Ҫакна Иоа́с ывӑлӗ Гедео́н тунӑ», — тенӗ. 30 Вара хула ҫыннисем Иоаса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн ывӑлна илсе кил, ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесен вӑл Ваа́лӑн парне вырӑнне ҫӗмӗрнӗ тата ун ҫумӗнче ларакан сӑваплӑ юпана касса пӑрахнӑ». 31 Хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсене Иоа́с ҫапла каланӑ: «Сирӗн Ваа́л хутне кӗмелле-и? Сирӗн ӑна ҫӑлмалла-и? Ун хутне кӗрекене ҫак ирех вӗлермелле. Вӑл турӑ пулсан, хӑйне хӑй хӳтӗлетӗр, унӑн парне вырӑнне ҫӗмӗрсе пӑрахнӑ вӗт». 32 Ҫав кунранпа Иоа́с Гедеона Иероваа́л* тесе чӗнме пуҫланӑ. Иоа́с ҫапла каланӑ: «Ваа́лӑн парне вырӑнне ҫӗмӗрнӗ пулсан, вӑл хӑех хӑйне хӳтӗлетӗр».

33 Мадиансем, амаликсем тата хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакансем пӗрле пухӑнса юханшыв урлӑ каҫнӑ та Изрее́ль айлӑмӗнче лагерь лартнӑ. 34 Вара Иеговӑн сывлӑшӗ Гедео́н ҫине аннӑ. Вӑл какӑрпа* кӑшкӑртнӑ та, Авиезе́рӑн йӑхӗнчен тухнисем ӑна пулӑшма пынӑ. 35 Гедео́н Мана́ссия йӑхӗнчи ытти пур ҫынна та чӗнме хыпарҫӑсем янӑ. Вара Мана́ссия йӑхӗнчисем те ӑна пулӑшма пынӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Аси́р, Завуло́н тата Неффали́м патне хыпарҫӑсем янӑ, вара ҫав йӑхсем те ун патне пынӑ.

36 Гедео́н чӑн Турра ҫапла каланӑ: «Эсӗ, хӑв сӑмах панӑ пек, Израиле ман алпа ҫӑласшӑн пулсан, 37 эпӗ йӗтем* ҫинче сурӑх ҫӑмне сарса хурӑп. Сывлӑм ҫӑм ҫине ҫеҫ ӳксен, йӗри-тавра вара ҫӗр типӗ тӑрса юлсан, эпӗ, эсӗ хӑв сӑмах панӑ пек, Израиле ман алпа ҫӑласса пӗлӗп». 38 Ҫапла пулса тухнӑ та. Тепӗр кунне вӑл ир-ирех тӑнӑ та ҫӑмран пысӑк чашӑк тулмалӑх шыв пӑрса кӑларнӑ. 39 Анчах та Гедео́н чӑн Турра ҫапла каланӑ: «Ан тарӑхсам ман ҫине, эпӗ санран тепре ҫеҫ ыйтам. Эсӗ манпа пӗрле пуласси пирки иккӗленӳ ан юлтӑр тесе тата тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма парсам: ҫӑм ҫеҫ типӗ юлтӑрччӗ, ҫӗр ҫине вара сывлӑм ӳктӗрччӗ». 40 Ҫав каҫ Турӑ ҫапла тунӑ та: ҫӑмӗ ҫеҫ типӗ юлнӑ, ҫӗр ҫине вара сывлӑм ӳкнӗ.

7 Иероваа́л, урӑхла каласан Гедео́н, тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем пурте ир-ирех тӑрса Харо́д ҫӑлкуҫӗ патӗнче лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ. Мадиансем вара вӗсенчен ҫурҫӗрелле, Море́ сӑрчӗ патӗнче, айлӑмра лагерьпе тӑнӑ. 2 Иегова Гедеона каланӑ: «Санпа пӗрле ытла нумай ҫын, эпӗ мадиансене сирӗн алла параймастӑп. Апла тусан, Израиль мухтанса мана: „Эпӗ хам вӑйӑмпах ҫӗнтертӗм“, — тейӗ. 3 Ҫавӑнпа ҫынсене ҫапла пӗлтер: „Кам хӑрать, кам чӗтрене ернӗ, ҫавӑ килне таврӑнтӑр“». Ҫапла каласа Гедео́н кам хӑранине тӗрӗслесе пӑхнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн 22 000 ҫын килӗсене таврӑннӑ, 10 000 ҫын вара юлнӑ.

4 Анчах Иегова Гедеона ҫапла каланӑ: «Ҫын ҫавах нумай-ха. Вӗсем шыв хӗррине анччӑр та, эпӗ вӗсене унта тӗрӗслесе пӑхӑп. Эпӗ кам пирки: „Ку санпа пӗрле кайӗ“, — тетӗп, ҫавӑ санпа пӗрле кайӗ, кам пирки: „Ку санпа пӗрле каймӗ“, — тетӗп, ҫавӑ санпа пӗрле каймӗ». 5 Гедео́н халӑха шыв хӗррине анма хушнӑ.

Иегова ӑна каланӑ: «Шыва ывӑҫӗнчен йытӑ пек лаккаса ӗҫекенсене чӗркуҫленсе ларса ӗҫекенсенчен уйӑр». 6 Ывӑҫӗнчен шыв лаккаса ӗҫекенсем 300-ӗн пулнӑ, ыттисем вара чӗркуҫленсе ларса ӗҫнӗ.

7 Иегова Гедеона ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шыв лаккаса ӗҫнӗ ҫак 300 ҫынпа усӑ курса ҫӑлӑп, ҫапла вара мадиансене сан аллуна парӑп. Ыттисем вара килӗсене кайччӑр». 8 Гедео́н 300 ҫыннине хӑварнӑ, ыттисене вара, вӗсенчен апат-ҫимӗҫӗпе какӑрӗсене* илсе юлса, килӗсене янӑ. Мадиансен лагерӗ аялта айлӑмра пулнӑ.

9 Ҫав каҫах Иегова ӑна каланӑ: «Лагерь ҫине тапӑн, эпӗ ӑна сан аллуна паратӑп. 10 Хӑратӑн пулсан, лагере хӑвӑн Фу́ра ятлӑ тарҫупа пӗрле ан. 11 Мадиансем мӗн каланине итлесе пӑх, вара эсӗ лагерь ҫине тапӑнма хӑю ҫитерӗн*». Ҫакӑн хыҫҫӑн Гедео́н хӑйӗн тарҫипе Фурӑпа лагере аннӑ.

12 Мадиансем, амаликсем тата хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакансем пурте айлӑма саранча пек сырса илнӗ, тӗвисем те вӗсен, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчисем пек, шутсӑр нумай пулнӑ. 13 Гедео́н пынӑ та унта пӗр ҫын теприне тӗлӗк каласа панине илтнӗ: «Эпӗ акӑ мӗнле тӗлӗк куртӑм: ҫаврака урпа ҫӑкӑрӗ мадиансен лагерьне кусса пычӗ, чатӑр патне пырса ҫапӑнчӗ. Хытӑ пырса ҫапӑннӑран чатӑрӗ тӳнсе кайрӗ, вӑл ӑна йӑвантарсах ячӗ». 14 Унӑн юлташӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫӑкӑр мӗне пӗлтерни паллӑ ӗнтӗ: ку Гедео́нӑн — Израиль ҫыннин, Иоа́с ывӑлӗн — хӗҫӗ. Турӑ мадиансене тата пӗтӗм лагере ун аллине пачӗ».

15 Гедео́н тӗлӗке каласа панине тата ӑна мӗнле ӑнлантарса панине илтсенех Турра пуҫҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Израилӗн лагерьне таврӑннӑ та: «Тӑрӑр, Иегова мадиансен лагерьне пирӗн алла пачӗ», — тенӗ. 16 Кайран вӑл 300 ҫынна виҫӗ отряда пайланӑ та кашнине какӑрпа пысӑк кӑкшӑм панӑ, кӑкшӑмӗсенче факелсем пулнӑ. 17 Гедео́н вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫине пӑхӑр та эпӗ тунӑ пек тӑвӑр. Эпӗ вӗсен лагерӗ патне пырса тӑрсан мӗн тӑвӑп, эсир те ҫавнах тӑвӑр. 18 Эпӗ тата камсем манпа пӗрле пулӗҫ, ҫавсем пурте какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те лагерь тавра тӑрса какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр тата: „Ҫак ҫапӑҫу — Иеговӑн тата Гедео́нӑн ҫапӑҫӑвӗ!“ — тесе кӑшкӑрӑр».

19 Гедео́н тата унпа пӗрле пулнӑ 100 ҫын ҫур ҫӗр ҫитиччен*, хуралҫӑсем ылмашӑннӑ хыҫҫӑнах, лагерь патне пынӑ. Вӗсем какӑрпа кӑшкӑртса янӑ та хӑйсен аллинчи кӑкшӑмӗсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ. 20 Вара виҫӗ отрячӗ те какӑрӗсемпе кӑшкӑртса янӑ та хӑйсен аллинчи кӑкшӑмӗсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Вӗсенчен кашнийӗ сулахай аллинче факел, сылтӑм аллинче какӑр тытнӑ. Вӗсем какӑрпа кӑшкӑртса: «Ҫак ҫапӑҫу — Иеговӑн тата Гедео́нӑн ҫапӑҫӑвӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 21 Вӗсем лагерь тавра кашни хӑйӗн вырӑнӗнче тӑнӑ, лагерьте пулнисем вара пурте кӑшкӑрса тарма пуҫланӑ. 22 Ҫав 300 ҫын какӑрпа кӑшкӑртсах тӑнӑ, Иегова вара лагерьти пур ҫынна та пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе янӑ та, лешӗсем пӗр-пӗрне вӗлерме пуҫланӑ. Салтаксем Бефшиттӑна, кайран вара Царерӑна ҫитичченех тарнӑ, вӗсем Таба́фа ҫумӗнчи Аве́л-Мехо́ла чикки патнех ҫитнӗ.

23 Вара Гедео́н Неффалимпа Аси́р йӑхӗсенчи, пӗтӗм Мана́ссия йӑхӗнчи Израиль ҫыннисене чӗнсе илнӗ те, вӗсем мадиансене хыҫран хӑвалама тытӑннӑ. 24 Гедео́н пӗтӗм Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫине хыпарҫӑсем ярса ҫапла калама хушнӑ: «Анӑр, мадиансем ҫине тапӑнӑр. Иорда́н урлӑ каҫмалли тарӑнах мар вырӑнсене тата унӑн юпписене* Бефва́ра таранах ярса илӗр». Ефрем ҫыннисем пурте пуҫтарӑннӑ та Иорда́н урлӑ каҫмалли тарӑнах мар вырӑнсене тата унӑн юпписене Бефва́ра таранах ярса илнӗ. 25 Унсӑр пуҫне, вӗсем мадиансен икӗ кнеҫне — Орива тата Зива — ярса илнӗ. Орива вӗсем пысӑк чул ҫинче вӗлернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав чула Ори́в чулӗ теме пуҫланӑ. Зива вара юхтаркӑч* ҫумӗнче вӗлернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав юхтаркӑча Зив юхтаркӑчӗ теме пуҫланӑ. Вӗсем мадиансене хыҫран хӑваланӑ, Оривпа Зивӑн пуҫӗсене Иорда́н тӑрӑхне Гедео́н патне илсе пынӑ.

8 Ефрем йӑхӗнчи ҫынсем Гедеона ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн капла хӑтлантӑн? Мӗншӗн пире мадиансемпе ҫапӑҫма чӗнмерӗн?» Вӗсем унпа хытах хирӗҫме пуҫланӑ. 2 Анчах вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Сирӗнпе танлаштарсан, эпӗ мӗнех турӑм? Ефрем пуҫтарнӑ юлашки виноград Авиезе́р пуҫтарса илнинчен лайӑхрах мар-и? 3 Мадиансен кнеҫӗсене, Оривпа Зива, Турӑ сирӗн алла пачӗ-ҫке. Сирӗнпе танлаштарсан, эпӗ мӗнех турӑм?» Вӑл ҫапла каласан, лешӗсем* лӑпланнӑ.

4 Гедео́н Иорда́н патне ҫитнӗ те ун урлӑ каҫнӑ. Вӑл тата унпа пулнӑ 300 ҫын ывӑнса ҫитнӗ, анчах та вӗсем тӑшманӗсене хӑвалама чарӑнман. 5 Ҫавӑнпа вӑл Сокхофра пурӑнакансене ҫапла каланӑ: «Манпа пӗрле пыракан ҫынсене ҫӑкӑр парӑр, тархасшӑн. Вӗсем халран кайнӑ. Эпир мадиансен патшисене, Зевейпа Салмана, хӑвалатпӑр». 6 Анчах Сокхо́ф кнеҫӗсем каланӑ: «Пирӗн сан салтакусене мӗн ячӗпе ҫӑкӑр памалла? Зевейпа Салма́н сан аллуна лекнӗ те-им?» 7 Гедео́н вӗсене: «Ун пек пулсан, Иегова Зевейпа Салмана ман алла парӗ те, эпӗ сире йӗплӗ ӳсентӑранпа хӗнесе тухӑп», — тенӗ. 8 Унтан Гедео́н Пенуэ́л хулине ҫитнӗ. Вӑл унта пурӑнакансенчен те ҫӑкӑр ыйтнӑ, анчах лешӗсем ӑна Сокхофра пурӑнакансем хуравланӑ пекех хуравланӑ. 9 Вара вӑл Пенуэлра пурӑнакансене: «Ҫӗнтерсе таврӑнсан эпӗ сирӗн башньӑна ишӗлтерсе антарӑп», — тенӗ.

10 Зевейпа Салма́н хӑйсен ҫарӗпе, 15 000-е яхӑн салтакпа, Каркорта пулнӑ. Хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакансен ҫарӗнче ҫавӑн чухлӗ ҫын ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Вӗсен 120 000 салтакӗ вилнӗ. 11 Гедео́н Новахпа Иогбегӑран тухӑҫалла, куҫса ҫӳрекен халӑхӑн* ҫулӗпе, кайнӑ та тӑшмансен лагерӗ ҫине вӗсем кӗтмен-туман ҫӗртен тапӑннӑ. 12 Мадиансен икӗ патши, Зевейпа Салма́н, тарма пуҫланӑ. Вара Гедео́н вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ярса тытнӑ. Ҫапла тӑшмансен лагерьне хӑратса-аптратса ӳкернӗ.

13 Иоа́с ывӑлӗ Гедео́н вӑрҫӑран Хере́с патне хӑпаракан ҫулпа таврӑннӑ. 14 Ҫул ҫинче пулнӑ чухне вӑл пӗр ҫамрӑк ачана, Сокхо́ф ачине, тыткӑна илнӗ те унӑн хули пирки ыйтса тӗпченӗ. Лешӗ Сокхофри кнеҫсен тата старейшинӑсен 77 ятне ҫырса панӑ. 15 Вара Гедео́н Сокхофра пурӑнакансем патне кайса ҫапла каланӑ: «Акӑ Зевейпа Салма́н. Эсир вӗсене пула манран кулса: „Пирӗн санӑн халран кайнӑ салтакусене мӗн ячӗпе ҫӑкӑр памалла?“ — тесе каламарӑр-и? „Зевейпа Салма́н сан аллуна лекнӗ те-им?“ — темерӗр-и?» 16 Вара вӑл хулан старейшинисене ярса илнӗ те вӗсене йӗплӗ ӳсентӑранпа хӗненӗ, ҫапла майпа Сокхофра пурӑнакансене ӑса кӗртнӗ. 17 Унсӑр пуҫне, вӑл Пенуэ́л башнине ишӗлтерсе антарнӑ, хулари арҫынсене те вӗлерсе тухнӑ.

18 Гедео́н Зевейпа Салманран: «Эсир Фаво́р тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ ҫынсем мӗнлерехчӗ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: «Вӗсенчен кашнийӗ сан евӗрлӗччӗ, патша ывӑлӗсем пекехчӗ», — тенӗ. 19 Гедео́н каланӑ: «Вӗсем манӑн пӗртӑвансемччӗ, манӑн аннен ывӑлӗсемччӗ. Чӗрӗ Турӑ Иегова умӗнче тупа тӑватӑп: эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсан, эпӗ сире вӗлермӗттӗм». 20 Вӑл Иефера, хӑйӗн аслӑ ывӑлне: «Вӗлер вӗсене», — тенӗ. Анчах та яш ача хӗҫне кӑларман, ҫамрӑк пулнӑран вӑл хӑранӑ. 21 Вара Зевейпа Салма́н: «Хӑв вӗлер пире, мӗншӗн тесен ҫыннине кура вӑйӗ», — тенӗ. Гедео́н Зевейпа Салмана вӗлернӗ, унтан вӗсен тӗвисен мӑйӗсенчен ҫурла уйӑх евӗрлӗ капӑр япалисене хывса илнӗ.

22 Каярахпа Израиль ҫыннисем Гедеона ҫапла каланӑ: «Эсӗ пире мадиансенчен ҫӑлтӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫлӑх пул. Санӑн ывӑлу та, мӑнуку та пирӗн пуҫлӑхсем пулччӑр». 23 Анчах Гедео́н вӗсене: «Эпӗ сирӗн пуҫлӑх пулмӑп, манӑн ывӑл та сирӗн пуҫлӑх пулмӗ. Иегова сирӗн пуҫлӑх пулӗ», — тенӗ. 24 Гедео́н малалла каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен пӗр япала ҫеҫ ыйтатӑп: сирӗнтен кашни мана хӑйӗн тупӑшӗнчен пӗрер сӑмса унки* патӑр». (Израиль ҫыннисем ҫӗнтернӗ тӑшмансен сӑмса ункисем пулнӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем Измаи́л ҫыннисем пулнӑ.) 25 Вӗсем: «Паллах, паратпӑр», — тенӗ. Вара тумтир сарса хунӑ та кашнийӗ ҫавӑнта хӑйӗн тупӑшӗнчен пӗрер сӑмса унки пӑрахса панӑ. 26 Ылтӑн сӑмса ункисем 1 700 ше́кель* тайнӑ. Унсӑр пуҫне, Гедеона ҫурла уйӑх евӗр капӑрланмалли япаласене, хӑлха ҫаккисене, пурпур* ҫӑмран тунӑ мадиансен патшисен тумтирӗсене тата тӗвесем ҫинчи мӑй ҫаккисене панӑ.

27 Гедео́н ҫакӑнтан ефо́д тунӑ та ӑна хӑйӗн хулинче, Офрӑра, кӑларса тӑратнӑ. Израиль ҫыннисем пурте ефода пуҫҫапма* тытӑннӑ. Ҫакӑ Гедео́ншӑн тата унӑн килӗшӗн капкӑн пулса тӑнӑ.

28 Ҫапла вара Израиль ҫыннисем мадиансене парӑнтарнӑ. Лешӗсем вӗсем ҫине урӑх тапӑнман*. Гедео́н пурӑннӑ вӑхӑтра Израильте 40 ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ.

29 Иоа́с ывӑлӗ Иероваа́л килне таврӑннӑ та унтах пурӑннӑ.

30 Гедео́нӑн 70 ывӑл пулнӑ, мӗншӗн тесен унӑн арӑм нумай пулнӑ. 31 Унӑн Сихемра пурӑнакан ҫум-арӑмӗ те ӑна ывӑл ҫуратса панӑ. Гедео́н ӑна Авимеле́х ят панӑ. 32 Иоа́с ывӑлӗн Гедео́нӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулнӑ. Вӑл вилсен ӑна Офрӑра, Авиезе́р йӑхӗнчен тухнисен хулинче, ашшӗн тупӑклӑхӗнче пытарнӑ.

33 Гедео́н вилсенех, Израиль ҫыннисем каллех Ваалсене пуҫҫапма* тытӑннӑ. Ваа́л-Верифа вӗсем хӑйсен турри вырӑнне хума пуҫланӑ. 34 Израиль ҫыннисем Иеговӑна, хӑйсен Туррине, хӑйсене пур тӑшманран та хӑтарнӑ Турра, асра тытман. 35 Тата вӗсем Иероваа́лӑн, урӑхла каласан Гедео́нӑн, килӗнчисене вӑл Израильшӗн тунӑ мӗнпур ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрса паман*.

9 Авимеле́х, Иероваа́л ывӑлӗ, Сихема кайнӑ та амӑшӗн пӗртӑванӗсене тата кукашшӗн пӗтӗм ҫемйине ҫапла каланӑ: 2 «Сихе́м ҫыннисенчен* ыйтса пӑхӑр: „Сирӗншӗн Иероваа́лӑн 70 ывӑлӗ пуҫлӑхсем пулни лайӑхрах-и е пӗр ҫын пуҫлӑх пулни лайӑхрах-и? Ан манӑр, эпир сирӗнпе пӗр юн*“».

3 Амӑшӗн пӗртӑванӗсем ҫак сӑмахсене Сихе́м ҫыннисене каласа панӑ, лешӗсем Авимеле́х майлӑ пулса: «Вӑл пирӗн тӑван», — тенӗ. 4 Вӗсем ӑна Ваа́л-Вери́ф храмӗнчен 70 ше́кель* кӗмӗл панӑ. Авимеле́х ҫав укҫапа ӗҫсӗр аптраса ҫӳрекен чӑрсӑр ҫынсене тара тытнӑ. 5 Вӑл вӗсемпе пӗрле хӑйӗн ашшӗн килне, Офрӑна, кайнӑ та пӗр чул ҫинче хӑйӗн пӗртӑванӗсене — Иероваа́л ывӑлӗсене, 70 ҫынна, — вӗлернӗ. Иероваа́лӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Иофа́м ҫеҫ, пытанса юлнӑран, ҫӑлӑнма пултарнӑ.

6 Сихе́м тата Ми́лло ҫыннисем пурте Сихемра юпа ҫумӗнчи пысӑк йывӑҫ патӗнче пуҫтарӑннӑ та Авимелеха патшана лартнӑ.

7 Ҫакӑн ҫинчен Иофама каласа парсан, вӑл Гаризи́м тӑвӗ ҫине хӑпарса тӑрса ун тӑрринчен хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Сихе́м ҫыннисем, итлӗр мана, вара Турӑ та сире итлӗ!

8 Пӗррехинче йывӑҫсем хӑйсем валли патша суйласа лартасшӑн* пулнӑ. Вӗсем олива йывӑҫне: „Пирӗн патша пул“, — тенӗ. 9 Олива йывӑҫӗ ҫапла хуравланӑ: „Манӑн ҫупа Турра тата ҫынсене мухтав кӳреҫҫӗ. Ытти йывӑҫсемпе пуҫ пулас* тесе ҫу кӑларма пӑрахмалла-и вара манӑн?“ 10 Вара йывӑҫсем инжир йывӑҫне: „Пирӗн патша пул“, — тенӗ. 11 Анчах инжир йывӑҫӗ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Ытти йывӑҫсемпе пуҫ пулас тесе хамӑн пылак та тутлӑ ҫимӗҫе хӑвармалла-и вара манӑн?“ 12 Кайран йывӑҫсем виноград авӑрне: „Пирӗн патша пул“, — тенӗ. 13 Виноград авӑрӗ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Ытти йывӑҫсемпе пуҫ пулас тесе Турра тата ҫынсене хаваслантаракан хамӑн хӗрлӗ эрехе хӑвармалла-и вара манӑн?“ 14 Юлашкинчен йывӑҫсем пурте йӗплӗ тӗме: „Пирӗн патша пул“, — тенӗ. 15 Йӗплӗ тӗм йывӑҫсене ҫапла хуравланӑ: „Эсир чӑнах та мана патша тӑвасшӑн пулсан, килӗр те ман сулхӑнра пытанӑр. Мана патша тӑвасшӑн мар пулсан, манран ҫулӑм тухӗ те Лива́н кедрӗсене ҫунтарса ярӗ“.

16 Авимелеха патша туса эсир лайӑх турӑр-и, тӗрӗс турӑр-и? Иероваалпа унӑн кил-йышне ырӑпа тавӑрса пани пулать-и ку? Эсир ӑна ҫапла хисеп турӑр-и? 17 Ман атте сирӗншӗн ҫапӑҫнӑ чухне, сире мадиансенчен ҫӑлас тесе, пурнӑҫне* те шеллемен. 18 Эсир вара манӑн аттен килӗ ҫине тапӑнтӑр тата пӗр чул ҫинче унӑн ывӑлӗсене, 70 ҫынна, вӗлертӗр. Эсир унӑн ҫум-арӑмӗн, ҫав хӗрарӑм чуран, ывӑлне Авимелеха хӑвӑрӑн тӑван пулнӑран ҫеҫ патшана лартрӑр. 19 Иероваалпа унӑн кил-йышне ҫакна кӑтартса лайӑх турӑр пулсан, тӗрӗс турӑр пулсан, апла Авимеле́хшӑн савӑнӑр, вӑл та сирӗншӗн савӑнтӑр. 20 Ун пек мар пулсан вара, Авимелехран вут-ҫулӑм тухтӑр та Сихемпа Ми́лло ҫыннисене ҫунтарса ятӑр, Сихемпа Ми́лло ҫыннисенчен те вут-ҫулӑм тухтӑр та Авимелеха ҫунтарса ятӑр».

21 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иофа́м хӑйӗн пиччӗшӗнчен Авимелехран хӑранӑран Беэра тарнӑ, вара унта пурӑнма юлнӑ.

22 Авимеле́х Израильте виҫӗ ҫул ертсе пынӑ*. 23 Кайран Турӑ Авимелехпа Сихе́м ҫыннисем хушшинче харкашу сиксе тухма панӑ*, вара лешӗсем Авимелеха шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ. 24 Турӑ ҫакна веҫех Иероваа́лӑн 70 ывӑлне хаяррӑн вӗлернишӗн тавӑрса парас тесе, Авимелеха хӑйӗн тӑванӗсен юнне тӑкнишӗн явап тыттарас тесе, Сихе́м ҫыннисене вара вӗсене вӗлерме пулӑшнишӗн явап тыттарас тесе тунӑ. 25 Сихе́м ҫыннисем Авимелеха хур тӑвас шутпа ту тӑррисенче пытанса ларнӑ тата ҫулпа иртсе ҫӳрекенсене пурне те ҫаратнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Авимелеха пӗлтернӗ.

26 Кайран Сихема Еве́дӑн ывӑлӗ Гаа́л хӑйӗн тӑванӗсемпе пӗрле пынӑ, вара Сихе́м ҫыннисем ун майлӑ тӑнӑ. 27 Вӗсем виноград пахчисене кайнӑ, виноград пуҫтарса унӑн сӗткенне пусса кӑларнӑ, уяв тунӑ, кайран вара хӑйсен туррин ҫуртне кайнӑ. Унта вӗсем ӗҫнӗ-ҫинӗ тата Авимелеха ылханнӑ. 28 Гаа́л, Еве́д ывӑлӗ, ҫапла каланӑ: «Авимеле́х, Иероваа́л ывӑлӗ, камах вӑл? Зеву́л, вӑл Сихемра лартнӑ пуҫлӑх, кам вара вӑл? Мӗншӗн пирӗн вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмалла? Сихе́м ашшӗн Еммо́рӑн ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑрсан, лайӑхрах пулать. Мӗн тума пирӗн Авимеле́хшӑн ӗҫлесе тӑмалла? 29 Ҫак халӑх ман хыҫҫӑн кайнӑ пулсан, эпӗ Авимелеха хӑйӗн вырӑнӗнчен сирпӗтсе антарнӑ пулӑттӑм». Вара Гаа́л Авимелеха: «Ҫарна пуҫтар та тух», — тенӗ.

30 Зеву́л, хула кнеҫӗ, Еве́д ывӑлӗн Гаа́лӑн сӑмахӗсене илтсен питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ. 31 Вӑл Авимеле́х патне ҫакӑн пек калама ҫынсене вӑрттӑн* янӑ: «Еве́д ывӑлӗ Гаа́л тата унӑн тӑванӗсем Сихема килчӗҫ. Вӗсем хулари ҫынсене сана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртеҫҫӗ. 32 Эппин, хӑвӑн ҫыннусемпе ҫӗрле кил те уйра пытанса лар. 33 Ир-ирех, хӗвел тухсанах, хула ҫине тапӑн. Гаалпа унӑн ҫыннисем сана хирӗҫ тухсан, ӑна аркатса тӑкас тесе хӑв* мӗн тума пултарнине веҫех ту».

34 Авимелехпа унӑн ҫыннисем пурте ҫӗрле тӑнӑ та, Сихе́м ҫине тапӑнас тесе, тӑватӑ отряда пайланса пытанса ларнӑ. 35 Тепӗр кунне* Гаа́л, Еве́д ывӑлӗ, хула хапхи патне тухсан, Авимелехпа унӑн ҫыннисем те пытаннӑ вырӑнсенчен тухнӑ. 36 Вӗсене курсан Гаа́л Зевула: «Кур—ха, тусем ҫинчен ҫынсем анаҫҫӗ», — тенӗ. Зеву́л вара ӑна ҫапла каланӑ: «Тусен мӗлки сана ҫынсем пек курӑнать».

37 Каярахпа Гаа́л каллех каланӑ: «Кур—ха, ҫак ҫӗрӗн варринчен, ҫӳлтен, ҫынсем анаҫҫӗ, пӗр отрячӗ Меонни́м текен пысӑк йывӑҫ енчен килет». 38 Зеву́л ӑна ҫапла хуравланӑ: «„Авимеле́хшӑн ӗҫлеме вӑл камах вара?“ — тесе эсӗ хӑв каламанччӗ-и-ха? Ку эсӗ курайман халӑх вӗт. Халӗ тух та ҫапӑҫ вӗсемпе».

39 Гаа́л Сихе́м ҫыннисене ертсе тухнӑ та Авимелехпа ҫапӑҫнӑ. 40 Авимеле́х Гаала хыҫран хӑваланӑ, лешӗ вара унран тарнӑ. Нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫын виллисем хула хапхи патне ҫитичченех выртнӑ.

41 Авимеле́х Арумӑрах юлнӑ, Зеву́л вара Гаалпа унӑн тӑванӗсене Сихемран хӑваласа янӑ. 42 Тепӗр кунне Сихе́м ҫыннисем хуларан тухнӑ, ҫакӑн ҫинчен Авимелеха пӗлтернӗ. 43 Вара вӑл хӑйӗн ҫыннисене виҫӗ отряда пайланӑ та уйра пытанса ларнӑ. Вӑл, ҫынсем хуларан тухнине курсан, вӗсем ҫине тапӑнса вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ. 44 Авимеле́х хӑйӗн отрячӗсемпе пӗрле хула хапхи патне вирхӗннӗ, икӗ отрячӗ вара уйра пулнӑ ҫынсем ҫине тапӑнса пурне те вӗлерсе пӗтернӗ. 45 Авимеле́х кунӗпех хулапа ҫапӑҫнӑ, вара ӑна ҫӗнсе илнӗ. Вӑл унти ҫынсене вӗлерсе тухнӑ, кайран хулине аркатнӑ та ун вырӑнне тӑвар сапса тухнӑ.

46 Сихе́м башнинче пурӑнакансем ҫакӑн ҫинчен илтсен тӳрех Эл-Вери́ф* храмӗнчи пытанмалли вырӑна* васканӑ. 47 Авимелеха Сихе́м башнинче пурӑнакан пур ҫын та пӗрле пуҫтарӑнни ҫинчен пӗлтерсенех, 48 вӑл хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле Селмо́н тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ. Авимеле́х пуртӑ илсе йывӑҫ тураттине касса ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та хӑйӗн ҫыннисене ҫапла каланӑ: «Часрах эпӗ тунӑ пек тӑвӑр!» 49 Ун ҫыннисем пурте туратсем каснӑ та Авимеле́х хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем ҫынсем пытаннӑ вырӑн тавра турат хурса тухса вут тивертнӗ. Сихе́м башнинче пурӑннӑ ҫынсем, 1 000-е яхӑн арҫынпа хӗрарӑм, пурте вилнӗ.

50 Авимеле́х Тевеца кайнӑ та хулана хупӑрласа илсе ӑна ҫӗнсе илнӗ. 51 Хула варринче тӗреклетнӗ башня тӑнӑ. Вара хулари пур ҫын та — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — унта тарса пытаннӑ. Вӗсем шалтан питӗрӗнсе башня тӑррине хӑпарнӑ. 52 Авимеле́х башньӑна ҫӗнсе илес тесе ун патнелле кайнӑ. Вӑл башньӑна кӗмелли вырӑн патне пырса башньӑна ҫунтарса яма тӑрсан, 53 пӗр хӗрарӑм ун ҫине арман чулӗ пӑрахса пуҫне ҫӗмӗрнӗ. 54 Авимеле́х тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ хатӗрӗсене йӑтса ҫӳрекен тарҫине чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Хӗҫе кӑлар та вӗлер мана, ман пирки: „Ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ“, — тесе ан калаччӑр». Тарҫи ӑна хӗҫпе чикнӗ те, лешӗ вилсе кайнӑ.

55 Авимеле́х вилнине курсан Израиль ҫыннисем пурте килӗсене таврӑннӑ. 56 Ҫапла майпа Турӑ Авимелеха лешӗ хӑйӗн ашшӗне тунӑ усалшӑн, хӑйӗн 70 пӗртӑванне вӗлернишӗн, тавӑрнӑ. 57 Сихе́м ҫыннисене те вӗсен пур усал ӗҫӗшӗн Турӑ тавӑрса панӑ. Ҫапла вӗсене Иероваа́л ывӑлӗ Иофа́м ылханни ҫитнӗ.

10 Авимеле́х вилнӗ хыҫҫӑн Фо́ла — До́до ывӑлӗн, Фуӑн, ывӑлӗ — Израилӗн ҫӑлаканӗ пулса тӑнӑ. Фо́ла Иссаха́р йӑхӗнчен пулнӑ. Вӑл Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинчи Шами́р хулинче пурӑннӑ. 2 Фо́ла Израильте 23 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. Вӑл вилсен, ӑна Шамирта пытарнӑ.

3 Ун хыҫҫӑн Галаа́д ҫынни Иаи́р ертӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Израиле 22 ҫул хушши суд тунӑ. 4 Унӑн 30 ывӑл пулнӑ, вӗсем 30 ашак ҫинче утланса ҫӳренӗ. Вӗсен 30 хула пулнӑ, ҫав хуласене паянхи кунчченех Хавво́ф-Иаи́р теҫҫӗ. Хулисем Галаа́д ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ. 5 Иаи́р вилсен ӑна Камонра пытарнӑ.

6 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ. Вӗсем Ваалсемшӗн, Астартӑсемшӗн, Ара́м*, Сидо́н, Моа́в туррисемшӗн, аммонсен тата филистимсен туррисемшӗн ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Иеговӑна хӑварса уншӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. 7 Ҫавӑнпа Иегова Израиль ҫине тарӑхса кайнӑ та вӗсене филистимсемпе аммонсен аллине панӑ*. 8 Ҫав ҫул вӗсем Израиль ҫыннисене пусмӑрланӑ, хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Вӗсем Иорда́н леш енчи Галаада кӗрекен аморейсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ҫыннисене 18 ҫул хушши хӗсӗрленӗ. 9 Аммонсем те Иорда́н урлӑ каҫса Иуда, Вениамин тата Ефрем йӑхӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Израиле калама ҫук йывӑр килнӗ. 10 Вара Израиль ҫыннисем Иеговӑран пулӑшу ыйтса ҫапла каланӑ: «Эпир сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, мӗншӗн тесен сана, хамӑрӑн Турра, хӑварса Ваалсемшӗн ӗҫлеме пуҫларӑмӑр».

11 Анчах Иегова Израиль ҫыннисене ҫапла каланӑ: «Египет ҫыннисем, аморейсем, аммонсем, филистимсем, 12 сидонсем, амаликсем тата мадиансем сире хӗсӗрленӗ чухне эсир мана тархасларӑр та, эпӗ сире вӗсен аллинчен ҫӑлтӑм. 13 Эсир вара мана хӑварса урӑх турӑсемшӗн ӗҫлеме пуҫларӑр, ҫавӑнпа эпӗ сире урӑх ҫӑлмӑп. 14 Хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсем патне кайӑр та вӗсенчен пулӑшу ыйтӑр, вӗсем сире инкекрен хӑтарччӑр». 15 Израиль ҫыннисем вара Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, пирӗнпе хӑв мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту. Анчах халӗ хӑтарсамччӗ пире». 16 Вара вӗсем ют турӑсене тӗп тунӑ та Иеговӑшӑн ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ӗнтӗ Израиль асапланнине тек пӑхса тӑма пултарайман*.

17 Пӗр вӑхӑт иртсен аммонсем хӑйсен ҫарне пуҫтарнӑ та Галаадра лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ. Израиль ҫыннисем вара Массифӑра лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ. 18 Халӑх тата Галаа́д кнеҫӗсем ҫапла каланӑ: «Аммонсемпе ҫапӑҫма пире кам ертсе тухӗ, ҫавӑ пӗтӗм Галаа́д ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулӗ».

11 Галаа́д ҫынни Иеффа́й паттӑр салтак пулнӑ. Вӑл аскӑн хӗрарӑмӑн* ывӑлӗ пулнӑ. Иеффа́йӑн ашшӗне Галаа́д тесе чӗннӗ. 2 Галаа́д арӑмӗ те ывӑлсем ҫуратнӑ. Вӗсем, ӳссе ҫитӗнсен, Иеффая ҫапла каласа хӑваласа янӑ: «Эсӗ пирӗн атте килӗнче еткер илес ҫук, мӗншӗн тесен эсӗ урӑх хӗрарӑм ывӑлӗ». 3 Иеффа́й хӑйӗн тӑванӗсенчен тарнӑ та Тов ҫӗрӗнче пурӑнма пуҫланӑ. Ӗҫ ҫухатнӑ ҫынсем Иеффайпа пӗрлешсе тӑшманӗсем ҫине тапӑнма пуҫланӑ.

4 Пӗр вӑхӑт иртсен аммонсем Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ. 5 Аммонсем Израиль ҫине тапӑнсан, Галаа́д старейшинисем тӳрех Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме кайнӑ. 6 Вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: «Таврӑн та аммонсемпе ҫапӑҫмашкӑн пирӗн ҫар пуҫлӑхӗ пул». 7 Иеффа́й вара вӗсене ҫапла каланӑ: «Мана кураймасӑр атте килӗнчен мана хӑвӑрах хӑваласа ямарӑр-и-ха? Халь инкеке лексен ман пата мӗн тума килтӗр?» 8 Галаа́д старейшинисем ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ҫавӑнпа килтӗмӗр те. Пирӗнпе пырса аммонсемпе ҫапӑҫсан, пӗтӗм Галаа́д ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулӑн». 9 Иеффа́й каланӑ: «Юрӗ, аммонсемпе ҫапӑҫма пырӑп сирӗнпе. Иегова вӗсене ман алла парсан, сирӗн пуҫлӑх пулса тӑрӑп». 10 Галаа́д старейшинисем ӑна ҫапла каланӑ: «Эпир мӗн каланине Иегова илттӗр* тата, эпир хӑв каланӑ пек тумасан, пире суд тутӑр». 11 Вара Иеффа́й Галаа́д старейшинисемпе пӗрле кайнӑ та, халӑх ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ тата ҫар пуҫлӑхӗ тунӑ. Вӑл хӑй каланӑ сӑмахсене Иегова умӗнче Массифӑра тепре каланӑ.

12 Кайран Иеффа́й Аммо́н патши патне ҫынсем ярса ҫапла ыйтнӑ: «Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Мӗншӗн эсӗ ман ҫӗр ҫине тапӑнтӑн?» 13 Аммо́н патши Иеффа́й ҫыннисене ҫапла хуравланӑ: «Израиль Египетран тухсан ман ҫӗре ярса илнӗ, Арнонран пуҫласа Иавокпа Иорда́н таранах ман ҫӗре туртса илнӗ. Каялла тавӑрса пар ӑна, вара вӑрҫӑ пулмӗ». 14 Иеффа́й Аммо́н патши патне каллех ҫынсем янӑ та 15 ҫапла калама хушнӑ:

«Иеффа́й калать: „Израиль Моа́в ҫӗрне те, Аммо́н ҫӗрне те туртса илмен. 16 Израиль Египетран тухсан пушхирпе Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайса Кадеса ҫитнӗ. 17 Кайран Израиль Эдо́м патши патне ҫынсем ярса ҫапла ыйтнӑ: ‚Сан ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ‘. Анчах Эдо́м патши ирӗк паман. Израиль Моа́в патши патне те ҫынсем янӑ, анчах лешӗ те килӗшмен. Вара Израиль Кадесрах юлнӑ. 18 Израиль ҫыннисем пушхирпе кайсан Эдомпа Моа́в ҫӗрӗсем ҫумӗпе иртсе кайнӑ. Вӗсем Моавран тухӑҫалла кайса Арно́н тӑрӑхӗнче лагерьпе вырнаҫнӑ. Вӗсем Моа́в ҫӗрне кӗмен, мӗншӗн тесен Арно́н юханшывӗ Моа́вӑн чикки пулнӑ.

19 Ҫавӑн хыҫҫӑн Израиль Есево́н патши патне, аморейсен Сиго́н ятлӑ патши патне, ҫынсем ярса ҫапла ыйтнӑ: ‚Сан ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ, эпир хамӑрӑн ҫӗре ҫитесшӗн‘. 20 Анчах та Сиго́н Израиле шанман тата ӑна хӑйӗн ҫӗрӗпе иртме паман. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарнӑ та Иаацӑра лагерьпе вырнаҫнӑ, вара Израильпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. 21 Иегова, Израиль Турри, Сигона мӗнпур халӑхӗпе пӗрле Израиль аллине панӑ. Израиль вӗсене ҫӗнтерсе ҫав вырӑнта пурӑннӑ аморейсен ҫӗрне ярса илнӗ. 22 Ҫапла майпа вӑл аморейсен пӗтӗм ҫӗрне, Арнонран пуҫласа Иаво́к таран тата пушхиртен пуҫласа Иорда́н таран, ҫӗнсе илнӗ.

23 Иегова, Израиль Турри, ҫак ҫӗре хӑйӗн халӑхне парас тесе аморейсене хӑваласа янӑ. Халӗ вара эсӗ Израиле хӑваласа ярасшӑн-и? 24 Эсир хӑвӑр туррӑр Хамо́с мӗн панипе хуҫаланмастӑр-им? Эпир те Иегова, пирӗн Турӑ, пире мӗнле ҫӗр парать, ҫавна илетпӗр. 25 Эсӗ Моа́в патшинчен Валакран, Сепфо́р ывӑлӗнчен, мӗнпе лайӑхрах? Вӑл хӑҫан та пулин Израильпе хирӗҫнӗ-и е унпа ҫапӑҫнӑ-и? 26 Израиль 300 ҫул хушши ӗнтӗ Есевонра тата ун ҫумӗнчи* хуласенче, Ароерта тата ун ҫумӗнчи хуласенче, унсӑр пуҫне, Арно́н ҫыранӗсенче вырнаҫнӑ пур хулара та пурӑнать. Мӗншӗн-ха эсир ҫав хуласене маларах туртса илмен? 27 Эпӗ сана хирӗҫ ҫылӑх туман, эсӗ вара ман ҫине тапӑнса тӗрӗс мар тӑватӑн. Паян Израиль ҫыннисемпе аммонсем хушшинчи тавлашӑва Иегова Судья татса патӑр“».

28 Анчах та Аммо́н патши Иеффа́йӑн ҫыннисене итлемен.

29 Иеффа́й ҫине Иеговӑн сывлӑшӗ аннӑ та, вӑл Галаадпа Мана́ссия ҫӗрӗсемпе иртсе Галаадри Массифӑна ҫитнӗ, ҫавӑнтан аммонсем патне кайнӑ.

30 Иеффа́й Иеговӑна ҫапла каласа сӑмах панӑ: «Эсӗ аммонсене ман алла парсан, 31 эпӗ вӗсене ҫӗнтерсе каялла таврӑннӑ чухне хам кил алӑкӗнчен мана хирӗҫ кам тухӗ, ҫавӑ Иеговӑн пулӗ. Вара эпӗ ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пек парӑп*».

32 Иеффа́й аммонсемпе ҫапӑҫма кайнӑ, вара Иегова вӗсене ун аллине панӑ. 33 Иеффа́й вӗсене тӗппипех аркатса тӑкнӑ, нумай ҫынна вӗлернӗ. Ароертан Минни́ф патне ҫитиччен 20 хула туртса илнӗ, Аве́ль-Керами́м таранах ярса илнӗ. Ҫапла Израиль ҫыннисем аммонсене пӑхӑнтарнӑ.

34 Юлашкинчен Иеффа́й хӑйӗн килне, Массифӑна, таврӑннӑ. Ӑна хирӗҫ вара унӑн хӗрӗ бубен ҫапса, ташласа тухнӑ. Вӑл унӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ. Иеффа́йӑн урӑх ывӑл та, хӗр те пулман. 35 Ӑна курсан Иеффа́й хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӗм, эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн, мӗншӗн тесен манӑн санпа уйрӑлма* тивӗ. Эпӗ Иеговӑна сӑмах патӑм*, хам сӑмаха тытмаллах».

36 Хӗрӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Атте, эсӗ Иеговӑна сӑмах патӑн пулсан, манпа хӑв каланӑ пек ту, мӗншӗн тесен Иегова сана тӑшманусене, аммонсене, ҫӗнтерме пулӑшрӗ». 37 Кайран вӑл ашшӗне ҫапла та каланӑ: «Эпӗ санран ҫакна ҫеҫ ыйтатӑп: мана икӗ уйӑхлӑха ярсамччӗ. Эпӗ хамӑн хӗр туссемпе пӗрле тусем ҫине кайса макӑрам, мӗншӗн тесен эпӗ нихӑҫан та качча тухас ҫук».

38 Ашшӗ ӑна: «Каях», — тенӗ те икӗ уйӑхлӑха янӑ. Лешӗ вара хӑйӗн хӗр тусӗсемпе пӗрле тусем ҫине кайса хӑй нихӑҫан та качча тухас ҫуккишӗн макӑрнӑ. 39 Икӗ уйӑхран вӑл ашшӗ патне таврӑннӑ, вара ашшӗ хӑй панӑ сӑмахне пурнӑҫланӑ. Иеффа́й хӗрӗ нихӑҫан та арҫынпа ҫывӑрса курман. Израильте ҫакӑ йӑлана кӗнӗ: 40 ҫултан ҫул, ҫулталӑкне тӑватӑ кун, Израиль хӗрӗсем Галаа́д ҫыннин Иеффа́йӑн хӗрне хавхалантарма* ҫӳренӗ.

12 Ефрем йӑхӗнчи ҫынсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та юханшыв урлӑ каҫса Цафона ҫитнӗ*. Вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: «Аммонсемпе ҫапӑҫма кайсан мӗншӗн эсӗ пире хӑвпа пӗрле чӗнмерӗн? Эпир сана хӑвӑн ҫуртупа пӗрлех ҫунтарса ярӑпӑр». 2 Иеффа́й вара ҫапла каланӑ: «Эпӗ те, манӑн халӑх та аммонсемпе вӑрҫӑ вӑрҫатпӑр. Эпӗ сире чӗнтӗм, анчах эсир мана пулӑшма пымарӑр. 3 Эсир мана пулӑшас ҫуккине курсан, эпӗ хамӑн пурнӑҫа шеллемесӗрех аммонсемпе ҫапӑҫма тухрӑм. Вӗсене ҫӗнтерме мана Иегова пулӑшрӗ. Мӗншӗн вара эсир халӗ манпа ҫапӑҫма килтӗр?»

4 Иеффа́й Галаа́д ҫӗрӗнчи мӗнпур ҫынна пуҫтарнӑ та Ефрем йӑхӗнчисемпе ҫапӑҫнӑ. Галаа́д ҫыннисем Ефрем йӑхӗнчисене вӗлерсе тухнӑ, лешӗсем: «Эсир, Галаа́д ҫыннисем, — Ефремпа Мана́ссия йӑхӗсем хушшинче пурӑнакан Ефрем таркӑнӗсем ҫеҫ», — тенӗ пулнӑ. 5 Галаа́д ҫыннисем Ефрем йӑхӗнчи ҫынсенчен маларах ҫитсе Иорда́н урлӑ каҫмалли тарӑнах мар вырӑнсене ярса илнӗ. Тарма хӑтланнӑ Ефрем йӑхӗнчи ҫынсем юханшыв урлӑ каҫас тесе: «Мана каҫма ирӗк парсам», — тенӗ чухне Галаа́д ҫыннисем кашнинчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ Ефрем йӑхӗнчи ҫын-и?» Лешӗ: «Ҫук», — тесен, 6 вӗсем ӑна: «„Шибболе́т“ тесе кала-ха», — тенӗ. Вӑл «сибболе́т» тенӗ, мӗншӗн тесен ҫав сӑмаха тӗрӗс калайман. Вара ӑна юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑн патӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Ефрем йӑхӗнчи 42 000 ҫын пӗтнӗ.

7 Галаа́д ҫынни Иеффа́й Израильте 6 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. Вӑл вилсен, ӑна Галаадра, хӑйӗн хулинче, пытарнӑ.

8 Ун хыҫҫӑн Израильте Вифлее́м ҫынни Есево́н ертӳҫӗ пулнӑ. 9 Унӑн 30 ывӑл тата 30 хӗр пулнӑ. Хӑйӗн хӗрӗсене вӑл урӑх йӑхсенчи арҫынсене качча панӑ, ывӑлӗсем валли те урӑх йӑхсенчен 30 арӑм илнӗ. Вӑл Израильте 7 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. 10 Есево́н вилсен ӑна Вифлеемра пытарнӑ.

11 Ун хыҫҫӑн Израильте Завуло́н йӑхӗнчи Ело́н 10 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. 12 Ело́н вилсен, ӑна Завуло́н ҫӗрӗнчи Аиалонра пытарнӑ.

13 Ун хыҫҫӑн Израильте Авдо́н, Пирафо́н ҫыннин Гилле́лӑн ывӑлӗ, ертӳҫӗ пулнӑ. 14 Унӑн 40 ывӑл та 30 мӑнук пулнӑ. Вӗсем 70 ашак ҫинче утланса ҫӳренӗ. Авдо́н Израильте 8 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ. 15 Авдо́н, Пирафо́н ҫыннин Гилле́лӑн ывӑлӗ, вилсен, ӑна Ефрем ҫӗрӗнчи Пирафонра амаликсен тӑвӗ ҫинче пытарнӑ.

13 Израиль ҫыннисем Иегова мӗн япӑх тет, каллех ҫавна тума пуҫланӑ, вара Иегова вӗсене 40 ҫуллӑха филистимсен аллине панӑ.

2 Ҫав вӑхӑтра Цорӑра Мано́й ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Дан йӑхӗнчен пулнӑ. Унӑн арӑмӗ ача тӑвайман, вӑл ачасӑр пулнӑ. 3 Пӗррехинче унӑн арӑмне Иеговӑн ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ ача тӑваймастӑн, санӑн ача ҫук, анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратӑн. 4 Хӗрлӗ эрех те, нимӗнле эрех-сӑра та урӑх ан ӗҫ, таса маррине те ан ҫи. 5 Эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратӑн. Унӑн ҫӳҫне нихӑҫан та касмалла мар, мӗншӗн тесен вӑл мӗн ҫуралнӑранпах Туррӑн назоре́йӗ* пулӗ. Вӑл Израиле филистимсенчен хӑтарса тӑрӗ».

6 Ҫав хӗрарӑм кайнӑ та упӑшкине ҫапла каланӑ: «Ман пата Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, вӑл Туррӑн ангелӗ пекехчӗ, ӑна курсан ҫӳҫенсех кайрӑм. Эпӗ вӑл ӑҫтан пулнине ыйтмарӑм, вӑл хӑй те хӑйӗн ятне каламарӗ. 7 Анчах та вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратӑн. Хӗрлӗ эрех те, нимӗнле эрех-сӑра та урӑх ан ӗҫ, таса маррине те ан ҫи, мӗншӗн тесен ачу мӗн ҫуралнӑранпа мӗн виличченех Туррӑн назоре́йӗ пулӗ“».

8 Мано́й Иеговӑна йӑлӑнса кӗлтума пуҫланӑ: «Иегова, тархасшӑн, санӑн ҫынну пирӗн пата тепре килтӗр те ҫуралас ачапа пирӗн мӗн тумаллине калатӑр». 9 Чӑн Турӑ Маноя илтнӗ, вара Туррӑн ангелӗ хӗрарӑм патне, лешӗ уйра пулнӑ чухне, тепре пынӑ. Унӑн упӑшки вара, Мано́й, унпа пӗрле пулман. 10 Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки патне чупса кайнӑ та ӑна каланӑ: «Ман пата пӗркун килнӗ ҫын каллех килчӗ».

11 Мано́й арӑмӗпе пӗрле ҫав ҫын патне кайнӑ та: «Ман арӑмпа эсӗ калаҫрӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. «Эпӗ», — тенӗ лешӗ. 12 Мано́й ҫапла каланӑ: «Эсӗ каланӑ пекех пултӑр! Ачана мӗнле пӑхса ӳстермелле? Вӑл мӗн туса пурӑнӗ?» 13 Иеговӑн ангелӗ Маноя каланӑ: «Эпӗ санӑн арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл ҫавӑнтан пуринчен те сыхлантӑр. 14 Унӑн виноград та, виноградран тунӑ нимӗнле апат-ҫимӗҫ те ҫимелле мар, хӗрлӗ эрех те, нимӗнле эрех-сӑра та ӗҫмелле мар, таса маррине те ҫимелле мар. Эпӗ хӑйне мӗн хушнине пурне те тытса тӑтӑр».

15 Мано́й Иеговӑн ангелне: «Юл, тархасшӑн. Эпир сана качака путекки хатӗрлесе парӑпӑр», — тенӗ. 16 Анчах Иеговӑн ангелӗ Маноя каланӑ: «Эпӗ юлас пулсан та, апат ҫиместӗп. Сан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Иегова валли парне кӳрес килет пулсан вара, парнӳне кӳр». Мано́й ӗнтӗ ку Иеговӑн ангелӗ пулнине пӗлмен. 17 Мано́й Иеговӑн ангелӗнчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ мӗн ятлӑ? Сан сӑмаху пурнӑҫа кӗрсен, пирӗн сана чыс тӑвасчӗ». 18 Анчах Иеговӑн ангелӗ ӑна: «Ман ята сан мӗн тума пӗлмелле? Вӑл тӗлӗнмелле!» — тенӗ.

19 Мано́й качака путеккипе тыр-пул парнине илнӗ те вӗсене чул ҫинче Иеговӑна парнене кӳнӗ. Вӑл* вара Манойпа ун арӑмӗ умӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. 20 Парне вырӑнӗнчи ҫулӑм хӗмленсе кайсан, ҫав ҫулӑм ӑшӗнче Иеговӑн ангелӗ тӳпенелле хӑпарса кайнӑ. Ҫакна курсан Манойпа ун арӑмӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 21 Иеговӑн ангелӗ Манойпа ун арӑмне урӑх курӑнман. Мано́й ӗнтӗ ку Иеговӑн ангелӗ пулнине ӑнланса илнӗ. 22 Вӑл арӑмне: «Эпир вилетпӗр, мӗншӗн тесен Турра куртӑмӑр», — тенӗ. 23 Анчах арӑмӗ ӑна каланӑ: «Иегова пире вӗлересшӗн пулнӑ пулсан, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнене тата тыр-пул парнине пирӗн алран йышӑнман пулӗччӗ тата ҫакна пире пӗтӗмпех кӑтартман пулӗччӗ, нимӗн те каласа паман пулӗччӗ».

24 Ҫав хӗрарӑм ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Самсон тесе ят панӑ. Арҫын ача ӳснӗ, Иегова ӑна пиллесе тӑнӑ. 25 Вӑхӑт иртсен Самсон ҫине, вӑл Цорӑпа Естао́л хушшинчи Маха́не-Данра пулнӑ чухне, Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳме пуҫланӑ.

14 Самсон Фимнӑна кайнӑ та унта филистимсен хӗрне курнӑ. 2 Вӑл, килне таврӑнсан, ашшӗпе амӑшне: «Эпӗ Фимнӑра филистимсен пӗр хӗрне куртӑм. Мана ҫавна качча илсе парӑр», — тенӗ. 3 Анчах та ашшӗпе амӑшӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Пирӗн тӑвансемпе пирӗн халӑх хушшинче сан валли хӗр ҫук-им? Мӗншӗн-ха санӑн ӳт кастарман* филистимсен хӗрне качча илмелле?» Самсон хӑйӗн ашшӗне: «Ҫавнах илсе пар, вӑл мана килӗшрӗ», — тенӗ. 4 Унӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫакӑ Иеговӑран пулнине тата вӑл* ҫав вӑхӑтра Израильпе хуҫаланакан филистимсене тавӑрма май шыранине ӑнланман.

5 Самсон хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Фимнӑна кайнӑ. Фимнӑри виноград пахчисем патне ҫитсен, ӑна хирӗҫ арӑслан мӗкӗрсе тухнӑ. 6 Вара Самсон ҫине Иеговӑн сывлӑшӗ аннӑ та, вӑл ҫав арӑслана ҫара алпах качака путеккине ҫурса пӑрахнӑ пек ҫурса пӑрахнӑ. Анчах ҫакӑн пирки вӑл ашшӗне те, амӑшне те каласа паман. 7 Самсон Фимнӑна ҫитсен ҫав хӗрпе калаҫса илнӗ те хӑйне хӗр унчченхи пекех килӗшнине ӑнланнӑ.

8 Каярахпа хӗре качча илме Фимнӑна тепре кайсан, вӑл арӑслан вилли ҫине пӑхса илме пӑрӑннӑ та ун ӑшӗнче пыл хурчӗсемпе пыл курнӑ. 9 Вӑл пылне аллипе илнӗ те ӑна ҫул тӑрӑх ҫисе пынӑ. Ашшӗпе амӑшне хуса ҫитсен вӑл вӗсене те пыл ҫитернӗ, анчах та пыла арӑслан вилли ӑшӗнчен илнине каламан.

10 Ашшӗпе пӗрле ҫав хӗр патне ҫитсен Самсон кӗрӳ каччӑ йӑлипе унта ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 11 Самсон унта пырсан, ун валли 30 юлташ суйласа илнӗ, вӗсен унпа пӗрле ҫӳремелле пулнӑ. 12 Самсон вӗсене ҫапла каланӑ: «Тупмалли юмах калатӑп сире. Ун тупсӑмне ҫичӗ кун хушшинче, ӗҫкӗ-ҫикӗ пынӑ хушӑра, тупсассӑн, эпӗ сире 30 йӗтӗн кӗпе тата улӑштарса тӑхӑнмалли 30 тумтир парӑп. 13 Тупсӑмне тупмасассӑн эсир мана 30 йӗтӗн кӗпе тата улӑштарса тӑхӑнмалли 30 тумтир парӑр». Лешӗсем: «Кала тупмалли юмахна, итлесе пӑхӑпӑр», — тенӗ. 14 Самсон вӗсене каланӑ:

«Ҫиекенрен ҫимелли,

Вӑйлинчен пылакки тухнӑ».

Вӗсем виҫӗ кун хушши тупсӑмне тупайман. 15 Тӑваттӑмӗш кунне вара вӗсем Самсонӑн арӑмне* ҫапла каланӑ: «Чееленсе упӑшкунтан* тупмалли юмахӑн тупсӑмне ыйтса пӗл те пире каласа пар. Унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те ҫунтарса ярӑпӑр. Эсир пире ҫаратас тесе чӗннӗ-им?» 16 Кайран Самсонӑн арӑмӗ йӗре-йӗре ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана кураймастӑн, мана юратмастӑн. Эсӗ ман халӑх ҫыннисене тупмалли юмах каларӑн, мана вара тупсӑмне каламарӑн». Самсон ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ аттепе аннене те тупсӑмне каламарӑм! Сана калӑп-и вара?» 17 Арӑмӗ ҫичӗ куна тӑсӑлакан ӗҫкӗ-ҫикӗ пӗтичченех ун умӗнче йӗнӗ. Ҫиччӗмӗш кунне вара Самсон ӑна тупсӑмне каланӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна йӑлӑхтарсах ҫитернӗ. Вара арӑмӗ тупсӑмне хӑйӗн халӑхӗн ҫыннисене пӗлтернӗ. 18 Ҫиччӗмӗш кунне, хӗвел анса лариччен*, хула ҫыннисем Самсона ҫапла каланӑ:

«Пылран пылакраххи мӗн пултӑр?

Арӑсланран вӑйлӑраххи мӗн пултӑр?»

Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ:

«Ман арӑм пулӑшман пулсан*,

Эсир тупсӑмне тупайман пулӑттӑр».

19 Унтан ун ҫине Иеговӑн сывлӑшӗ аннӑ. Вӑл Аскалона кайнӑ та унта 30 ҫынна вӗлернӗ. Вӗсен тумтирне хывса тупсӑмне каланӑ ҫынсене кайса панӑ. Самсон, тарӑхса кайнӑскер, ашшӗн килне таврӑннӑ.

20 Самсонӑн арӑмне вара туй ӗҫки-ҫикинче Самсонпа пӗрле пулнӑ каччӑсенчен пӗрне качча панӑ.

15 Кӑшт вӑхӑт иртсен, тулӑ вырнӑ кунсенче, Самсон качака путекки илсе хӑйӗн арӑмне* курма кайнӑ. Вӑл хуньӑшне: «Арӑмӑн пӳлӗмне* кӗрем-ха», — тенӗ. Анчах хуньӑшӗ ӑна кӗртмен. 2 Вӑл Самсона каланӑ: «Эсӗ ӑна курайми пултӑн пулӗ тесе эпӗ ӑна туй ӗҫки-ҫикинче хӑвпа пӗрле пулнӑ каччӑсенчен пӗрне качча патӑм. Унӑн йӑмӑкӗ унран хитререх мар-и вара? Ӑна качча ил». 3 Анчах Самсон ҫапла каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ эпӗ филистимсене усал тусан, вӗсем мана айӑплаймӗҫ».

4 Самсон кайнӑ та 300 тилӗ тытнӑ. Вӑл факелсем илнӗ, унтан тилӗсене икшерӗн хӳрисенчен ҫыхнӑ, хӳрисем хушшине факел ҫыхса хунӑ. 5 Унтан вӑл факелсене чӗртсе тилӗсене филистимсен вырман уйӗсене кӑларса янӑ. Вӑл веҫех: кӗлтесене те, вырман тулла та, виноград пахчисемпе олива сачӗсене те — вут хыптарнӑ.

6 Филистимсем: «Ҫакна кам туса хучӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫакна Самсон, Фи́мна ҫыннин кӗрӳшӗ, турӗ, мӗншӗн тесен лешӗ унӑн арӑмне туй ӗҫки-ҫикинче пулнӑ каччӑсенчен пӗрне качча панӑ». Ҫавӑн хыҫҫӑн филистимсем ҫав хӗре тата унӑн ашшӗне ҫунтарса янӑ. 7 Вара Самсон вӗсене: «Эсир ҫапла хӑтланнӑшӑн сире тавӑрмасӑр эпӗ лӑпланас ҫук», — тенӗ. 8 Вара вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерсе тухнӑ. Кайран Самсон кайнӑ та Ета́м текен чул хысакӗн хӑвӑлӗнче* пытаннӑ.

9 Каярахпа филистимсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Иуда ҫӗрӗнче лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ та Лехине пырса кӗнӗ. 10 Иудейсем: «Мӗншӗн эсир пирӗн ҫине тапӑнтӑр?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: «Эпир Самсона ярса тытма килтӗмӗр. Вӑл пире мӗн кӑтартрӗ, эпир те ӑна ҫавнах кӑтартасшӑн», — тесе хуравланӑ. 11 Вара 3 000 иудей Ета́м текен чул хысакӗн хӑвӑлӗ патне пынӑ та Самсона ҫапла каланӑ: «Филистимсем пирӗнпе хуҫаланнине пӗлместӗн-им? Мӗншӗн эсӗ ҫавӑн пек хӑтлантӑн?» Лешӗ: «Вӗсем мана мӗн кӑтартрӗҫ, эпӗ те вӗсене ҫавнах кӑтартрӑм», — тенӗ. 12 Вӗсем ӑна ҫапла каланӑ: «Эпир сана ҫыхса хурса филистимсен аллине пама килтӗмӗр». Самсон вара вӗсене: «Мана вӗлерместпӗр тесе тупа тӑвӑр», — тенӗ. 13 Вӗсем ӑна: «Эпир сана вӗлерместпӗр, ҫыхса хурӑпӑр ҫеҫ, унтан филистимсене парӑпӑр», — тенӗ.

Вӗсем ӑна икӗ ҫӗнӗ вӗренпе ҫыхнӑ та чул хысакӗн хӑвӑлӗнчен илсе тухса кайнӑ. 14 Самсон Лехине ҫитсен, филистимсем савӑннипе кӑшкӑрма пуҫланӑ. Унтан Самсон ҫине Иеговӑн сывлӑшӗ аннӑ, вара ун аллисем ҫинчи вӗренсем вутпа ӗннӗ йӗтӗн ҫип пек пулса тӑнӑ та аллисем ҫинчен ӳкнӗ. 15 Вӑл анчахрах вилнӗ ашакӑн янах шӑммине тупнӑ, вара унпа 1 000 ҫынна вӗлернӗ. 16 Самсон ҫапла каланӑ:

«Эпӗ ашак янахӗпе тӑшмансене вӗлертӗм те — пӗр купа, икӗ купа турӑм.

Ашак янахӗпе 1 000 ҫынна вӗлертӗм».

17 Вӑл ҫапла каласан ашакӑн янах шӑммине пӑрахнӑ та ҫав вырӑна Рама́ф-Ле́хи* тесе ят панӑ. 18 Ун хыҫҫӑн унӑн питӗ шыв ӗҫес килсе кайнӑ. Вара вӑл Иеговӑна тархасласа каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн ӗҫлекенне пысӑк ҫӗнтерӳ патӑн. Нивушлӗ эпӗ халӗ ӑш хыпнипе вилсе кайӑп та ӳт кастарман* ҫынсен аллине лекӗп?» 19 Вара Турӑ Лехири пӗр путӑкран шыв тапса тухмалла тунӑ. Самсон шыв ӗҫнӗ те ӑна вӑй-хал кӗнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫав вырӑна Эн-Гакко́ре* тесе ят панӑ. Вӑл халӗ те Ле́хире пур.

20 Филистимсем хуҫаланнӑ вӑхӑтра Самсон Израильте 20 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ.

16 Пӗррехинче Самсон Газӑна пынӑ. Унта вӑл пӗр аскӑн хӗрарӑма* курнӑ та ун патне кӗнӗ. 2 Газӑра пурӑнакансем хулана Самсон килнине пӗлнӗ. Вӗсем ҫав вырӑна хупӑрласа илсе ҫӗрӗпех Самсона хула хапхи патӗнче сыхласа тӑнӑ. Вӗсем: «Тул ҫутӑлсанах эпир ӑна вӗлерӗпӗр», — тесе пытанса ларнӑ.

3 Самсон ҫур ҫӗрччен выртнӑ. Ҫур ҫӗрте вӑл тӑнӑ та хула хапхи патне кайса ӑна икӗ юпипе, сӑлӑпӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Вӑл ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине хурса Хеврона хирӗҫ ларакан ту тӑррине йӑтса кайнӑ.

4 Пӗр вӑхӑт иртсен, вӑл Соре́к айлӑмӗнче* пурӑнакан Дали́да ятлӑ пӗр хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ. 5 Филистимсен пуҫлӑхӗсем ҫав хӗрарӑм патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Унӑн пысӑк вӑйӗ мӗнрен килнине чееленсе* унран ыйтса пӗл-ха. Пирӗн ӑна мӗнле ҫӗнтермелле-ши? Парӑнтарас тесе мӗнпе ҫыхса хумалла-ши? Ҫавӑншӑн сана пирӗнтен кашни 1 100 ше́кель* кӗмӗл парӗ».

6 Дали́да Самсонран ҫапла ыйтнӑ: «Кала—ха, тархасшӑн, санӑн ҫак пысӑк вӑю мӗнрен килет? Парӑнтарас тесен сана мӗнпе ҫыхса хумалла?» 7 Самсон ӑна каланӑ: «Мана типмен ҫичӗ чӗрӗ шӑнӑрпа* ҫыхса лартсан, манӑн вӑй чакӗ те, эпӗ ытти ҫынсем пекех пулса тӑрӑп». 8 Филистимсен пуҫлӑхӗсем Далидӑна типмен ҫичӗ чӗрӗ шӑнӑр илсе килсе панӑ, вара вӑл вӗсемпе Самсона ҫыхса хунӑ. 9 Тепӗр пӳлӗмре вара ҫынсем пытанса ларнӑ пулнӑ. Дали́да: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Самсон шӑнӑрсене ҫӑмӑллӑнах татса пӑрахнӑ — вӗсем вут тивнӗ йӗтӗн ҫип пекех татӑлнӑ. Ҫапла вара унӑн вӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлман.

10 Дали́да Самсона ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана улталарӑн, суйрӑн мана. Сана мӗнпе ҫыхса хума пулать, кала-ха». 11 Самсон ӑна каланӑ: «Мана пӗрре те усӑ курман ҫӗнӗ вӗренсемпе ҫыхса хурсан, манӑн вӑй чакӗ те, эпӗ ытти ҫынсем пекех пулса тӑрӑп». 12 Дали́да ҫӗнӗ вӗренсем илсе Самсона ҫыхса хунӑ та: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. (Ҫав вӑхӑтра тепӗр пӳлӗмре ҫынсем пытанса ларнӑ пулнӑ.) Самсон аллисем ҫинчи вӗренсене ҫипе татса пӑрахнӑ пек татса пӑрахнӑ.

13 Ҫакӑн хыҫҫӑн Дали́да Самсона каланӑ: «Эсӗ халиччен мана улталарӑн, суйрӑн. Сана мӗнпе ҫыхса хумалла, кала-ха». Вӑл ӑна: «Ман ҫичӗ ҫивӗте пир татӑкне явса кӗртмелле», — тенӗ. 14 Вара Дали́да вӗсене пир станокӗн хӗҫӗпе* хӗстерсе хурса: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Самсон вӑраннӑ та хӗҫе пирӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ.

15 Дали́да Самсона каланӑ: «Хӑв мана юрататӑп тетӗн, анчах мана шанмастӑн*. Эсӗ мана хӑвӑн вӑю мӗнрен килнине каламарӑн, мана виҫӗ хутчен улталарӑн». 16 Дали́да кунран-кун нӑйкӑшса ҫӳренӗ, Самсона пӗр канӑҫ та паман, ӑна вилесле йӑлӑхтарса ҫитернӗ. 17 Юлашкинчен Самсон Далидӑна веҫех каласа панӑ: «Эпӗ мӗн ҫуралнӑранпах Туррӑн назоре́йӗ* пулнӑран манӑн ҫӳҫе нихӑҫан та касман. Манӑн ҫӳҫе кассан, ман хӑват пӗтӗ, эпӗ хавшаса кайӑп, вара ытти ҫынсем пекех пулса тӑрӑп».

18 Дали́да, хӑйне Самсон веҫех каласа панине ӑнланса илсен, филистимсен пуҫлӑхӗсене ҫапла калама тӳрех ҫын янӑ: «Килӗр, вӑл мана веҫех каласа пачӗ». Вара филистимсен пуҫлӑхӗсем хӑйсемпе пӗрле укҫа илсе ун патне килнӗ. 19 Дали́да Самсона хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинче ҫывӑрттарса янӑ. Унтан вӑл пӗр ҫынна чӗнсе илнӗ те ӑна Самсонӑн ҫичӗ ҫивӗтне касма хушнӑ. Ҫапла Дали́да Самсона вӑйсӑрлатнӑ, унӑн вӑйӗ чакма пуҫланӑ. 20 Дали́да: «Самсон, филистимсем килчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Лешӗ вӑранса кайса каланӑ: «Малтанхи пек тӑвӑп та ҫӑлӑнӑп». Хӑйне Иегова хӑварнине вӑл пӗлмен-ха. 21 Филистимсем Самсона ярса тытнӑ та куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газӑна илсе кайса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ. Вара Самсона тӗрмере тырӑ авӑрттарнӑ. 22 Ҫав хушӑра унӑн ҫӳҫӗ ӳсме тытӑннӑ.

23 Филистимсен пуҫлӑхӗсем Дагона, хӑйсен туррине, нумай парне кӳме тата хӑйсем ҫӗнтернишӗн савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ. Вӗсем: «Пирӗн турӑ Самсона, пирӗн тӑшмана, хамӑр алла пачӗ!» — тенӗ. 24 Вӗсем, йӗрӗхе курсан, хӑйсен туррине мухтаса ҫапла каланӑ: «Пирӗн турӑ пирӗн тӑшмана — пирӗн ҫӗре ҫаратакана, пирӗнтен нумайӑшне вӗлернӗ тӑшмана — хамӑр алла пачӗ».

25 Чӗрисем хавасланса кайсан вӗсем: «Самсона илсе килӗр, кулар-ха унран», — тенӗ. Самсонран тӑрӑхласа кулас тесе ӑна тӗрмерен илсе килнӗ те колоннӑсем хушшине тӑратнӑ. 26 Вара Самсон хӑйне аллинчен ҫавӑтса ҫӳрекен арҫын ачана каланӑ: «Ҫурта тытса тӑракан колоннӑсене хыпашласа пӑхма пулӑш-ха мана, эпӗ вӗсем ҫумне тӗршӗнем». 27 (Ҫуртра халӑх лӑк тулли пулнӑ — арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те. Унта филистимсен пуҫлӑхӗсем пурте пулнӑ. Ҫурт тӑрринче пуҫтарӑннӑ 3 000-е яхӑн арҫынпа хӗрарӑм Самсонран тӑрӑхласа кулнӑ.)

28 Самсон Иеговӑна тархасланӑ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа Иегова, тархасшӑн, аса илсем мана, юлашки хут вӑй парсам мана. Манӑн Туррӑм, филистимсене хамӑн пӗр куҫшӑн та пулин тавӑрасчӗ».

29 Самсон ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ колонна ҫине — пӗрин ҫине сылтӑм аллине, теприн ҫине сулахай аллине — хунӑ та вӗсене тӗкме пуҫланӑ. 30 Самсон: «Филистимсемпе пӗрле пӗтем!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл колоннӑсене пӗтӗм вӑйран тӗкнӗ те, ҫурт пуҫлӑхсем ҫине тата унта пухӑннӑ мӗнпур халӑх ҫине йӑтӑнса аннӑ. Самсон мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе те ҫавӑн чухлӗ филистима вӗлермен.

31 Самсонӑн пӗртӑванӗсем тата ашшӗ енчи тӑванӗсем пурте Газӑна пынӑ та ун кӗлеткине илсе кайнӑ. Вӗсем ӑна Цорӑпа Естао́л хушшинче хӑйӗн ашшӗн Мано́йӑн тупӑклӑхӗнче пытарнӑ. Самсон Израильте 20 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ.

17 Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче Ми́ха ятлӑ арҫын пурӑннӑ. 2 Вӑл амӑшне ҫапла каланӑ: «Астӑватӑн—и, санӑн 1 100 ше́кель* кӗмӗл ҫухалнӑччӗ. Ӑна вӑрлакана эсӗ ман умра ылхантӑн. Ҫав кӗмӗл манра, эпӗ ӑна илтӗм». Унӑн амӑшӗ вара: «Иегова ман ывӑла пиллетӗр», — тенӗ. 3 Ми́ха амӑшне 1 100 ше́кель кӗмӗл тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫак кӗмӗле Иеговӑна халаллӑп, вара ман ывӑл йӗрӗхсем тӑвӗ: пӗрне касса, теприне шӑратса кӑларӗ. Кӗмӗле сана паратӑп».

4 Вӑл кӗмӗле амӑшне тавӑрса панӑ та, лешӗ 200 ше́кель* кӗмӗл илсе ӑна кӗмӗлпе ӗҫлекен пӗр ӑстаҫӑна панӑ. Вара ӑстаҫӑ йӗрӗхсем тунӑ: пӗрне касса, теприне шӑратса кӑларнӑ. Йӗрӗхсене Михӑн килӗнче лартнӑ. 5 Михӑн йӗрӗхсен ҫурчӗ пулнӑ. Вӑл ефо́д тата терафимсем* тунӑ та хӑйӗн ывӑлӗсенчен пӗрне, хӑйӗн патӗнче ӗҫлемешкӗн, священник пулма лартнӑ*. 6 Ҫав вӑхӑтра Израильте патша пулман. Кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.

7 Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемра Иуда йӑхӗнчи* пӗр ҫамрӑк арҫын пурӑннӑ. Вӑл левит пулнӑ тата ҫавӑнта пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. 8 Ҫав ҫын, урӑх вырӑнта пурӑнас тесе, Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемран тухса кайнӑ. Вӑл Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинчи Михӑн ҫурчӗ патне ҫитсе тӑнӑ. 9 Ми́ха: «Эсӗ ӑҫтан килтӗн?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ Иуда ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ Вифлеемри левит, пурӑнмалли вырӑн шыратӑп». 10 Ми́ха ӑна ҫапла каланӑ: «Ман патра юл. Канашҫӑ* тата священник пулса ӗҫле. Эпӗ сана апат-ҫимӗҫ, тумтир тата ҫулталӑкне 10 ше́кель* кӗмӗл парса тӑрӑп». Вара левит ун патӗнче юлнӑ. 11 Левит ҫав ҫын патӗнче пурӑнма килӗшнӗ. Вӑл уншӑн ывӑл пекех пулнӑ. 12 Ми́ха ҫав левита хӑйӗн патӗнче ӗҫлемешкӗн священник пулма лартнӑ, лешӗ Михӑн килӗнче пурӑннӑ. 13 Ми́ха ҫапла каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ Иегова мана ырӑ тӑватех, мӗншӗн тесен левит ман патра священник пулса ӗҫлет».

18 Ҫав вӑхӑтра Израильте патша пулман. Дан йӑхӗ хӑйне валли пурӑнма ҫӗр шыранӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Израиль хушшинче хӑйсене еткерлӗхе панӑ ҫӗре пӗтӗмпех илмен пулнӑ-ха.

2 Дан йӑхӗнчи ҫынсем Цорӑран тата Естаолран хӑйсен йӑхӗнчи пилӗк шанчӑклӑ ҫынна суйласа илсе вӗсене ҫӗр пӑхма янӑ. Вӗсем ҫав ҫынсене: «Кайӑр, ҫӗре пӑхса тухӑр», — тенӗ. Ҫав пилӗк ҫын Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинчи Михӑн килӗ патне ҫитнӗ те унта ҫӗр каҫма юлнӑ. 3 Вӗсем Михӑн килӗ патӗнче пулнӑ чухне ҫамрӑк левита сасран* палласа илнӗ. Вара пырса унран ҫапла ыйтнӑ: «Сана кунта кам илсе килнӗ? Эсӗ кунта мӗн тӑватӑн? Мӗншӗн эсӗ кунта?» 4 Вӑл вӗсене хӑйӗншӗн Ми́ха мӗн-мӗн тунине каласа панӑ. Вӑл каланӑ: «Ми́ха мана хӑй патне священник пулса ӗҫлеме илчӗ». 5 Вӗсем ӑна: «Турӑран ыйтса пӑх-ха, пирӗн ҫул ӑнӑҫлӑ пулӗ-и?» — тенӗ. 6 Священник ҫапла каланӑ: «Кайӑр, ан пӑшӑрханӑр. Ҫул ҫинче Иегова сирӗнпе пӗрле пулӗ».

7 Леш пилӗк ҫынни малалла кайса Лаиса ҫитнӗ. Вӗсем унти ҫынсем, Сидо́н ҫыннисем пекех, никама пӑхӑнмасӑр пурӑннине курнӑ. Ҫав хулари ҫынсем лӑпкӑ, никамран хӑрамасӑр пурӑннӑ, вӗсем ҫине тапӑнакансем пулман, вӗсене никам та чӑрмантарман. Сидо́н ҫыннисенчен вӗсем аякра пурӑннӑ, ытти ҫынсемпе те хутшӑнман.

8 Ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсем хӑйсен тӑванӗсем патне Цорӑна тата Естаола таврӑнсан, лешӗсем ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн калӑр?» 9 Вӗсем хуравланӑ: «Айтӑр каяр та вӗсем ҫине тапӑнар! Эпир курнӑ ҫӗр питӗ лайӑх. Мӗн тӑхтаса тӑратӑр? Часрах кайӑр та ӑна ҫӗнсе илӗр! 10 Эсир унта ҫитсен пӗр шухӑшсӑр пурӑнакан ҫынсене курӑр. Унти ҫӗр инҫете сарӑлса выртать, ҫав ҫӗре Турӑ сирӗн алла пачӗ, унта вара веҫех пур».

11 Ҫавӑн хыҫҫӑн Дан йӑхӗнчи 600 ҫын вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе Цорӑпа Естаолран ҫула тухнӑ. 12 Вӗсем Иуда ҫӗрӗнчи Кириа́ф-Иаримра лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн Кириа́ф-Иаримран анӑҫалла вырнаҫнӑ ҫӗре халӗ те Маха́не-Дан* теҫҫӗ. 13 Вӗсем ҫавӑнтан Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫине кайса Михӑн килӗ патне ҫитнӗ.

14 Лаи́с ҫӗрне пӑхма кайнӑ пилӗк ҫын хӑйсен тӑванӗсене ҫапла каланӑ: «Пӗлетӗр—и, ҫак килсенче ефо́д, терафимсем*, касса тунӑ тата шӑратса кӑларнӑ йӗрӗхсем пур. Мӗн тумаллине шутлӑр». 15 Вӗсем ҫамрӑк левит пурӑнакан Михӑн килӗ патне пынӑ та ӑна сывлӑх суннӑ. 16 Ҫав вӑхӑтра Дан йӑхӗнчи 600 арҫын вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе хапха патӗнче тӑнӑ. 17 Ҫӗре пӑхса тухнӑ пилӗк ҫын касса тунӑ йӗрӗхе, ефода, терафимсене тата шӑратса кӑларнӑ йӗрӗхе илсе каймашкӑн Михӑн килне кӗнӗ. (Священник вӑрҫӑ хатӗрӗсем тытнӑ 600 арҫынпа пӗрле хапха патӗнче тӑнӑ.) 18 Ҫав ҫынсем Михӑн килне кӗрсе ефода, касса тунӑ йӗрӗхе, терафимсене тата шӑратса кӑларнӑ йӗрӗхе илсе тухнӑ. Священник вӗсенчен: «Мӗн тӑватӑр эсир?» — тесе ыйтнӑ. 19 Лешсем ӑна хуравланӑ: «Шӑпӑрт. Ан шарла*. Пирӗнпе пӗрле пыр та пирӗн канашҫӑ* тата священник пул. Саншӑн пӗр ҫын килӗнче священник пулни лайӑхрах-и е Израильти нумай ҫемьерен тӑракан йӑхӑн священникӗ пулни лайӑхрах-и?» 20 Ҫакӑ священникӑн кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл ефода, терафимсене, касса тунӑ йӗрӗхе илнӗ те ҫав ҫынсемпе пӗрле кайнӑ.

21 Вӗсем мӗнпур хаклӑ япалине, ачисене тата выльӑх-чӗрлӗхне хӑйсем умӗнчен ярса малалла ҫул тытнӑ. 22 Вӗсем Михӑн килӗ патӗнчен кайсан, Михӑн кӳршисем пӗрле пуҫтарӑнса Дан йӑхӗнчисене хӑваласа ҫитнӗ. 23 Вӗсем Дан йӑхӗнчисене кӑшкӑрма пуҫласан, лешӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та Михӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн пулчӗ? Мӗншӗн эсӗ ҫак ҫынсене пуҫтарса килтӗн?» 24 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир эпӗ тунӑ турӑсене тата священника илсе кайрӑр. Эпӗ нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлтӑм. Халӗ вара мӗн пулчӗ тесе ыйтатӑр-и?» 25 Дан йӑхӗнчисем ҫапла каланӑ: «Шӑплан! Шӑпланмасан, пирӗн ҫынсем тарӑхса кайӗҫ те сирӗн ҫине тапӑнӗҫ, вара хӑвна та, хӑвӑн кил-йышна та пӗтерӗҫ». 26 Ҫавӑн хыҫҫӑн Дан йӑхӗнчисем хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ. Ми́ха вара, вӗсем хӑйӗнчен вӑйлӑрах пулнине курса, каялла килне таврӑннӑ.

27 Вӗсем Ми́ха тунӑ турӑсене тата унӑн священникне илсе кайнӑ та Лаиса ҫитсе унти лӑпкӑ, никамран хӑрамасӑр пурӑнакан халӑх ҫине тапӑннӑ. Дан йӑхӗнчисем унти пур ҫынна та хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, хулине вара ҫунтарса янӑ. 28 Вӗсене ҫӑлакан пулман, мӗншӗн тесен ҫакӑ веҫех Сидонран аякра Беф-Рехо́в ҫывӑхӗнчи айлӑмра пулса иртнӗ, ытти ҫынсемпе вара вӗсем хутшӑнман. Кайран Дан йӑхӗнчисем хулана ҫӗнӗрен туса лартнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ. 29 Хулине вӗсем хӑйсен ашшӗн ячӗпе, Израилӗн ывӑлӗн ячӗпе, Дан тесе ят панӑ. Унччен ҫав хула Лаи́с ятлӑ пулнӑ. 30 Ҫавӑн хыҫҫӑн Дан йӑхӗнчисем йӗрӗхе* хӑйсем патӗнче лартнӑ. Ионафа́н — Моисей ывӑлӗн, Гирсо́нӑн, ывӑлӗ — тата Ионафа́нӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗн священникӗсем пулса тӑнӑ. Ҫав ҫӗрте пурӑнакансене тыткӑна илсе кайиччен вӗсем унта священниксем пулса ӗҫленӗ. 31 Чӑн Туррӑн чатӑрӗ* Силомра ларнӑ вӑхӑтра Дан йӑхӗнчисем Ми́ха касса тунӑ йӗрӗхе пуҫҫапса пурӑннӑ.

19 Ҫав вӑхӑтра Израильте патша пулман. Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче инҫетре пӗр левит пурӑннӑ. Вӑл Иуда ҫӗрӗнчи Вифлее́м хулинчен хӑйне валли ҫум-арӑм илнӗ. 2 Анчах ҫум-арӑмӗ аскӑн ӗҫ туса ӑна улталама пуҫланӑ та ашшӗн килне, Иуда ҫӗрӗнчи Вифлее́м хулине, тухса кайнӑ. Унта вӑл тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ. 3 Унтан упӑшки ун кӑмӑлне ҫавӑрса ӑна каялла илсе килес тесе ун патне кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл тарҫине тата икӗ ашакне илнӗ. Вӑл Вифлеема ҫитсен, ҫум-арӑмӗ ӑна ашшӗн килне илсе килнӗ, лешӗ вара, кӗрӳшне курсан, савӑнсах кайнӑ. 4 Хуньӑшӗ, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ашшӗ, хистенипе вӑл унта виҫӗ кун пурӑннӑ. Вӗсем ӗҫнӗ-ҫинӗ, вӑл унтах ҫӗр каҫнӑ.

5 Тӑваттӑмӗш кунне вӗсем ҫула тухас тесе ир-ирех тӑнӑ. Анчах ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ашшӗ кӗрӳшне: «Кайиччен малтан ҫисе ил-ха», — тенӗ. 6 Вӗсем иккӗшӗ те ӗҫме-ҫиме ларнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ашшӗ кӗрӳшне: «Ҫӗр каҫма юл-ха, лайӑх канса ил», — тенӗ. 7 Кӗрӳшӗ кайма тӑрсан, хуньӑшӗ ӑна юлма хистенӗ. Вара вӑл каллех унта ҫӗр каҫнӑ.

8 Пиллӗкмӗш кунне вӑл ир-ирех тӑнӑ та кайма пуҫтарӑннӑ. Анчах ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ашшӗ: «Кайиччен малтан ҫисе ил-ха», — тенӗ. Кун каҫ енне сулӑничченех вӗсем ҫисе ларнӑ. 9 Ҫав ҫын ҫум-арӑмӗпе тата хӑйӗн тарҫипе пӗрле кайма тӑрсан, хуньӑшӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Каҫ та ҫитет. Ҫӗр выртма юлӑр, тӗттӗмленме пуҫларӗ. Кунтах ҫӗр каҫ, лайӑх канса ил. Ыран ирхине тӑратӑр та киле* каятӑр». 10 Анчах кӗрӳшӗ тепӗр каҫа юласшӑн пулман. Вӑл икӗ ашакне, ҫум-арӑмне тата тарҫине хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫула тухнӑ. Вӗсем Иевуса, урӑхла каласан Иерусалима, ҫитнӗ.

11 Вӗсем Иеву́с патнелле ҫывхарнӑ чухне кун вӗҫленсе пынӑ. Вара тарҫи хуҫине: «Иевусейсен хулине кӗрсе унта ҫӗр каҫар мар-и?» — тенӗ. 12 Анчах хуҫи ӑна каланӑ: «Ют халӑх ҫыннисен хулине эпир кӗместпӗр, унта Израиль ҫыннисем пурӑнмаҫҫӗ. Эпир Гивӑна ҫитиччен кайӑпӑр». 13 Унтан вӑл хӑйӗн тарҫине ҫапла каланӑ: «Айтӑр Гивӑна е Рамӑна ҫитер те ҫав хуласенчен пӗринче ҫӗр каҫар». 14 Ҫапла вӗсем малалла кайнӑ, хӗвел анса лараспа вара Вениамин йӑхӗн хулине, Гивӑна, ҫитнӗ.

15 Вӗсем ҫӗр каҫас тесе Гивӑна кӗнӗ те хула тӳремне кайса ларнӑ, анчах вӗсене никам та ҫӗр каҫма хӑй патне чӗнмен. 16 Ҫав каҫхине пӗр ватӑ ҫын уйран ӗҫлесе таврӑннӑ. Унччен вӑл Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ пулнӑ, анчах кайран Вениамин йӑхӗнчи ҫынсем пурӑнакан хулана, Гивӑна, куҫса килнӗ. 17 Ҫав ватӑ ҫын хула тӳремӗнче ларакан ҫынна курсан унран: «Эсӗ ӑҫтан килтӗн тата ӑҫта каятӑн?» — тесе ыйтнӑ. 18 Лешӗ каланӑ: «Эпир Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеемран Ефрем сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинчи аякри вырӑна каятпӑр. Эпӗ хам ҫавӑнти ҫын. Эпӗ Иуда ҫӗрӗнчи Вифлеема кайнӑччӗ, халӗ вара Иеговӑн ҫуртне каятӑп*, анчах мана никам та хӑй патне чӗнмест. 19 Хамӑр ашаксем валли пирӗн улӑм та, апат та пур, хам валли те, хӗрарӑмпа тарҫӑ валли те ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех пур. Мӗн кирли пирӗн веҫех пур». 20 Ватӑ ҫын ӑна каланӑ: «Ман патра хӑна пулсам. Мӗн кирлине эпӗ хам сана парӑп, анчах хула тӳремӗнче, тархасшӑн, ҫӗр ан каҫ». 21 Вара вӑл ӑна хӑйӗн килне илсе кайнӑ, ашакӗсене апат панӑ. Унтан вӗсем урисене ҫунӑ та ӗҫме-ҫиме ларнӑ.

22 Вӗсем ҫапла ӗҫсе-ҫисе ларнӑ вӑхӑтра хулари хӑш-пӗр усал ҫынсем ҫурт тавра пуҫтарӑннӑ та алӑкран хыттӑн шаккама тытӑннӑ. Вӗсем кил хуҫине, ватӑ ҫынна, ҫапла каланӑ: «Хӑв патна килнӗ ҫынна илсе тух, эпир унпа выртӑпӑр». 23 Вара кил хуҫи тухнӑ та вӗсене каланӑ: «Тӑвансем, тархасшӑн, усал ӗҫ ан тӑвӑр. Ҫак ҫын — манӑн хӑна. Ҫакӑн пек ирсӗр ӗҫ ан тӑвӑр. 24 Арҫынпа ҫывӑрса курман хӗр пур манӑн тата ҫак ҫыннӑн ҫум-арӑм пур. Айтӑр эпӗ вӗсене илсе тухатӑп, вӗсемпе мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр. Анчах ҫак ҫынпа ирсӗрле ан хӑтланӑр».

25 Ҫынсем ӑна итлесшӗн пулман, ҫавӑнпа левит хӑйӗн ҫум-арӑмне тытнӑ та вӗсем патне тӗртсе кӑларнӑ. Лешӗсем ӑна ҫӗрӗпех ирӗксӗрлесе мӑшкӑлланӑ, пусмӑрланӑ, тул ҫутӑласпа ӑна янӑ. 26 Вара хӗрарӑм, ирхине ирех, упӑшки* чарӑнса тӑнӑ ҫурт алӑкӗ умне килсе ӳкнӗ, мӗн ҫутӑличченех вӑл ҫавӑнта выртнӑ. 27 Унӑн упӑшки ҫула тухмашкӑн ирхине тӑрса ҫурт алӑкне уҫнӑ та ҫум-арӑмӗ алӑк умӗнче выртнине курнӑ, аллисене вӑл алӑк янаххи ҫине тӑсса хунӑ пулнӑ. 28 Вӑл ҫум-арӑмне: «Тӑр, каятпӑр», — тенӗ. Анчах лешӗ нимӗн те чӗнмен. Вара вӑл ӑна ашак ҫине хунӑ та килне кайнӑ.

29 Килне ҫитсен вӑл пысӑк ҫӗҫӗ илсе хӑйӗн ҫум-арӑмӗн кӗлеткине 12 пая касса вакланӑ. Израилӗн кашни йӑхне вӑл пӗрер пай ярса панӑ. 30 Ҫакна курнисем пурте ҫапла каланӑ: «Израиль ҫыннисем Египетран тухнӑранпа та паянхи кунччен кун пекки пулман, кун пеккине курман та. Шухӑшласа пӑхӑр, канашласа илӗр, вара мӗн тумаллине калӑр».

20 Вара Израиль ҫыннисем пурте, Данран пуҫласа Вирса́ви таран пурӑнакансем тата Галаадра пурӑнакансем те, пӗр ҫын пек пулса, Массифӑра Иегова умӗнче пуҫтарӑннӑ. 2 Унта халӑхӑн, Израилӗн пур йӑхӗн, пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Турӑ халӑхӗн ҫав пухӑвне хӗҫ тытнӑ ҫуран ҫӳрекен 400 000 салтак пынӑ.

3 Вениамин йӑхӗнчисем Израиль ҫыннисем Массифӑра пуҫтарӑннине илтнӗ.

Израиль ҫыннисем: «Каласа парӑр-ха, ҫав хӗрарӑмпа ҫакӑн пек хӑрушӑ ӗҫ мӗнле пулса иртнӗ?» — тенӗ. 4 Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам ҫум-арӑмпа пӗрле Вениамин йӑхӗн хулине Гивӑна ҫӗр каҫма кӗтӗм. 5 Гивӑра пурӑнакансем* ҫӗрле пӗрле пуҫтарӑнса эпӗ чарӑннӑ ҫурта хупӑрласа илчӗҫ. Вӗсем мана вӗлересшӗн пулчӗҫ, анчах ун вырӑнне ман ҫум-арӑма ирӗксӗрлесе мӑшкӑлларӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вилсе кайрӗ. 6 Вара эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑн кӗлеткине илтӗм те ӑна касса вакларӑм, унтан пайӗсене Израилӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса патӑм, мӗншӗн тесен Гивӑри ҫынсем намӑссӑр та ирсӗр ӗҫ турӗҫ. 7 Халӗ ӗнтӗ, Израиль ҫыннисем, канашласа илӗр те мӗн тумаллине калӑр».

8 Пӗтӗм халӑх, пӗр ҫын пек, тӑнӑ та каланӑ: «Пирӗнтен пӗри те хӑйӗн чатӑрне е хӑйӗн килне таврӑнмӗ. 9 Эпир акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярса ҫынсем суйласа илӗпӗр те Ги́ва ҫине тапӑнӑпӑр. 10 Эпир Израилӗн кашни йӑхӗнчен 100 ҫынран 10 ҫын, 1 000 ҫынран 100 ҫын, 10 000 ҫынран 1 000 ҫын суйласа илӗпӗр. Вӗсем ҫара апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе тӑрӗҫ. Вара ҫар Вениамин йӑхӗн хули ҫине, Ги́ва ҫине, тапӑнӗ те унта пурӑнакансене, Израильте ирсӗр ӗҫ тунӑшӑн, наказани парӗ». 11 Израиль ҫыннисем пурте, пӗр ҫын пек, пуҫтарӑннӑ та хула ҫине тапӑнма кайнӑ.

12 Израиль йӑхӗсем Вениамин йӑхӗнчисене ҫапла калама ҫынсем янӑ: «Мӗнле ҫакӑн пек хӑрушӑ ӗҫ тума пултартӑр? 13 Гивӑри ҫав путсӗр ҫынсене пире тытса парӑр, эпир вӗсене вӗлерӗпӗр те Израильте усаллӑха пӗтерӗпӗр». Анчах Вениамин йӑхӗнчисем хӑйсен тӑванӗсене, Израиль ҫыннисене, итлесшӗн пулман.

14 Вениамин йӑхӗнчисем Израиль ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫас тесе хӑйсен хулисенчен Гивӑна пынӑ. 15 Ҫав кун вӗсен хулисенчен Вениамин йӑхӗн хӗҫ тытнӑ 26 000 ҫынни пуҫтарӑннӑ. Вӗсемсӗр пуҫне Гивӑри лайӑх ҫапӑҫакан 700 салтак та пухӑннӑ. 16 Ҫав ҫарта лайӑх ҫапӑҫакан 700 салтак пулнӑ, вӗсем сулахай алӑпа ӗҫлекен ҫынсем* пулнӑ. Вӗсенчен кашни чулравпа* персе чулӗпе ҫӳҫ пӗрчине те лектернӗ.

17 Израиль ҫыннисем вара, Вениамин йӑхӗнчисемсӗр пуҫне, хӗҫ тытнӑ 400 000 ҫын пуҫтарӑннӑ. Пурте вӗсем вӑрҫӑра пиҫӗхнӗ салтаксем пулнӑ. 18 Израиль ҫыннисем Вефиле пынӑ та Турӑран ҫапла ыйтнӑ: «Вениамин йӑхӗнчисемпе ҫапӑҫма пире кам ертсе кайӗ?» Иегова: «Иуда йӑхӗ», — тенӗ.

19 Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем ирхине тӑнӑ та Гивӑпа ҫапӑҫас тесе ун ҫывӑхӗнче лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ.

20 Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ. Вӗсем Ги́ва патӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ. 21 Вениамин йӑхӗнчисем Гивӑран тухнӑ та ҫав кун 22 000 Израиль ҫыннине вӗлернӗ. 22 Анчах Израиль салтакӗсем хӑюллӑн малтанхи кун пуҫтарӑннӑ вырӑнтах ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ. 23 Израиль ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем Вефиле кайнӑ та каҫченех Иегова умӗнче йӗнӗ. Вӗсем Иеговӑран: «Пирӗн хамӑрӑн тӑвансемпе, Вениамин йӑхӗнчисемпе, ҫапӑҫма каймалла-и, каймалла мар-и?» — тесе ыйтнӑ. Иегова: «Кайӑр», — тенӗ.

24 Ҫавӑнпа Израиль ҫыннисем иккӗмӗш кунне Вениамин йӑхӗнчисемпе каллех ҫапӑҫма тухнӑ. 25 Ҫав кун Вениамин йӑхӗнчисем Гивӑран вӗсене хирӗҫ тухнӑ та хӗҫ тытнӑ 18 000 Израиль ҫыннине вӗлернӗ. 26 Вара Израиль ҫыннисем пурте Вефиле кайнӑ. Ҫав кун вӗсем Иегова умӗнче йӗрсе ларнӑ. Вӗсем каҫчен типӗ тытнӑ, Иеговӑна мир парнисем тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем кӳнӗ. 27 Ҫавӑн хыҫҫӑн, чӑн Турӑ килӗшӗвӗн арчи ҫав кунсенче Вефильте пулнӑран, Израиль ҫыннисем Иеговӑран канаш ыйтас тенӗ. 28 Финее́с — Ааро́н ывӑлӗн, Елеаза́рӑн, ывӑлӗ — килӗшӳ арчи ҫумӗнче священник пулса ӗҫленӗ*. Вӗсем: «Пирӗн хамӑрӑн тӑвансемпе, Вениамин йӑхӗнчисемпе, каллех ҫапӑҫма каймалла-и, каймалла мар-и?» — тесе ыйтнӑ. Иегова: «Кайӑр, мӗншӗн тесен ыран эпӗ вӗсене сирӗн алла парӑп», — тенӗ. 29 Вара Израиль ҫыннисем Ги́ва ҫине тапӑнас тесе ун тавра пытанса ларнӑ.

30 Виҫҫӗмӗш кунне Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ. Вӗсем унчченхи пекех Ги́ва патӗнче ҫапӑҫма йӗркеленсе тӑнӑ. 31 Вениамин йӑхӗнчисем ҫара хирӗҫ тухсан, Израиль ҫыннисем вӗсене хуларан аяккарах илсе кайнӑ. Вениамин йӑхӗнчисем унчченхи пекех Израиль ҫыннисем ҫине тапӑннӑ та вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫулсем ҫинче вӗлернӗ. Пӗр ҫулӗ Вефиле илсе кайнӑ, тепри — Гивӑна. Вӗсем 30-а яхӑн Израиль ҫыннине вӗлернӗ. 32 Вениамин йӑхӗнчисем ҫапла каланӑ: «Эпир вӗсене малтанхи пекех парӑнтарса пыратпӑр». Израиль ҫыннисем вара: «Тарнӑ пек тӑвар та вӗсене хуларан ҫулсем ҫине илсе тухар», — тенӗ. 33 Израиль ҫыннисем пурте Ваа́л-Фамаре кайса унта ҫапӑҫма йӗркеленсе тӑнӑ, Ги́ва тавра пытанса ларнисем вара ҫапӑҫма тухнӑ. 34 Пӗтӗм Израилӗн лайӑх ҫапӑҫакан 10 000 салтакӗ Ги́ва ҫине кайнӑ та, хӗрӳ ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Вениамин йӑхӗнчисем хӑйсене инкек ҫитнине ӑнланман.

35 Иегова пулӑшнипе Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисене ҫӗнтернӗ. Ҫав кун Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчи хӗҫ тытнӑ 25 100 ҫынна вӗлернӗ.

36 Израиль ҫыннисем каялла чакма пуҫласан, Вениамин йӑхӗнчисем Израиле ҫӗнтерсе пыратпӑр тесе шутланӑ. Анчах лешӗсем, Ги́ва патӗнче пытанса ларнисем ҫине шанса, каялла чакса пынӑ. 37 Пытанса ларнисем Гивӑна ыткӑннӑ. Унтан вӗсем хула тӑрӑх сапаланса унти ҫынсене пурне те хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ.

38 Израиль ҫыннисем хула тавра пытанса ларнисемпе ҫакӑн пек паллӑ пирки калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: хуларан тӗтӗм хӑпарни хулана ярса илнине пӗлтерет.

39 Израиль ҫыннисем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче каялла чаксан, Вениамин йӑхӗнчисем вӗсем ҫине тапӑнма тытӑннӑ та 30-а яхӑн ҫынна вӗлернӗ. Вӗсем: «Израиль ҫыннисем иртнӗ ҫапӑҫури пекех тараҫҫӗ», — тенӗ. 40 Акӑ маларах калаҫса татӑлнӑ паллӑ курӑннӑ: хуларан юпа пек тӗтӗм хӑпарнӑ. Вениамин йӑхӗнчисем ҫаврӑнса пӑхнӑ та пӗтӗм хула вут-ҫулӑм ӑшӗнче пулнине курах кайнӑ. 41 Вара Израиль ҫыннисем каялла ҫаврӑнса хирӗҫ тапӑнма пуҫласан, Вениамин йӑхӗнчисем хӑйсем инкеке лекнине курса хӑраса ӳкнӗ. 42 Вӗсем пушхирелле тарма пуҫланӑ. Анчах Израиль ҫыннисем вӗсемпе унта та ҫапӑҫнӑ. Таврари хуласенче пурӑнакансем те ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. 43 Вӗсем Вениамин йӑхӗнчисене хупӑрласа илнӗ те вӗсене пӗр чарӑнмасӑр хыҫран хӑваланӑ. Вӗсене шӑп Ги́ва ҫумӗнче, хулан тухӑҫ енче, аркатса тӑкнӑ. 44 Ҫапла Вениамин йӑхӗнчисем 18 000 ҫын пӗтнӗ, пурте вӗсем вӑйлӑ салтаксем пулнӑ.

45 Вениамин йӑхӗнчисем ҫаврӑннӑ та пушхир еннелле Риммо́н текен чул хысакӗ патнелле тарнӑ. Израиль ҫыннисем ҫулсем ҫинче 5 000 ҫынна вӗлернӗ*. Вӗсем Вениамин йӑхӗнчисене Гидо́м таранах хӑваласа тепӗр 2 000 ҫынна вӗлернӗ. 46 Пурӗ ҫав кун Вениамин йӑхӗнчи хӗҫ тытнӑ 25 000 ҫын пӗтнӗ. Пурте вӗсем вӑйлӑ салтаксем пулнӑ. 47 Анчах 600 ҫын пушхир еннелле, Риммо́н текен чул хысакӗ патнелле тарса кайнӑ. Вӗсем Риммо́н текен чул хысакӗ ҫинче тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.

48 Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчисем патне таврӑнса хулара юлнисене пурне те — ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те — хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур хулана та вутпа ҫунтарса янӑ.

21 Израиль ҫыннисем Массифӑра тупа туса ҫапла каланӑ: «Пирӗнтен пӗри те хӑйӗн хӗрне Вениамин йӑхӗнчи ҫынна качча памӗ». 2 Халӑх Вефиле кайнӑ та чӑн Турӑ умӗнче каҫ пуличченех кӑшкӑрса йӗрсе ларнӑ. 3 Вӗсем ҫапла каланӑ: «Иегова, Израиль Турри, мӗншӗн Израильте ҫакӑн пекки пулса тухрӗ-ши? Паян Израилӗн пӗр йӑхӗ мӗншӗн пӗтрӗ-ши?» 4 Тепӗр кунне ирех тӑрса вӗсем парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем тата мир парнисем кӳнӗ.

5 Израиль ҫыннисем: «Иегова умӗнче пурте пуҫтарӑннӑ чухне Израиль йӑхӗсенчен камсем пыман?» — тесе ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсем Иегова патне Массифӑна кам пымасть, ҫавна вӗлеретпӗр тесе тупа тунӑ. 6 Израиль ҫыннисем Вениамин йӑхӗнчи хӑйсен тӑванӗсемпе мӗн пулса тухнишӗн питӗ куляннӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Паян Израилӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ. 7 Вениамин йӑхӗнчен тӑрса юлнисем валли арӑмсем пирӗн ӑҫтан тупса памалла? Эпир хамӑр хӗрсене вӗсене качча памастпӑр тесе Иегова умӗнче тупа турӑмӑр вӗт».

8 Вӗсем ҫапла ыйтнӑ: «Иегова патне Массифӑна Израиль йӑхӗсенчен камсем пыман?» Халӑх пуҫтарӑннӑ лагере Иави́с—Галаадран никам та пыман иккен. 9 Халӑха шутласа тухсан, Иави́с-Галаадран пӗри те пыманни паллӑ пулнӑ. 10 Вара халӑх унта 12 000 чи вӑйлӑ салтака ҫапла хушса янӑ: «Кайӑр та Иави́с-Галаадра пурӑнакансене — хӗрарӑмсене те, ачасене те — хӗҫпе вӗлерсе тухӑр. 11 Ҫапла тӑвӑр: пур арҫынна та, пур хӗрарӑма та вӗлерӗр. Арҫынпа ҫывӑрса курман хӗрсене ҫеҫ чӗрӗ хӑварӑр». 12 Иави́с-Галаадра пурӑнакансем хушшинче арҫынпа ҫывӑрса курман 400 хӗр тупӑннӑ. Вӗсене Ханаанри Сило́м хулинчи лагере илсе килнӗ.

13 Пӗтӗм халӑх Риммо́н текен чул хысакӗ ҫинчи Вениамин йӑхӗнчисем патне хыпарҫӑсем янӑ та килӗштерсе пурӑнма сӗннӗ. 14 Вара Вениамин йӑхӗнчисем каялла таврӑнсан, вӗсене Иави́с-Галаа́д хӗрӗсене панӑ, анчах хӗрӗсем пурин валли те ҫитмен. 15 Халӑх Вениамин йӑхӗпе мӗн пулса тухнишӗн питӗ куляннӑ, мӗншӗн тесен Иегова ҫав йӑха Израилӗн ытти йӑхӗсенчен уйӑрнӑ. 16 Халӑх старейшинисем ҫапла каланӑ: «Ыттисем валли те арӑмсем ӑҫтан тупса памалла-ши? Вениамин йӑхӗнчи хӗрарӑмсене пурне те вӗлерсе пӗтерчӗҫ вӗт». 17 Вӗсем ҫапла та каланӑ: «Израильте пӗр йӑх та пӗтсе ан лартӑр тесен, Вениамин йӑхӗ еткерлӗхе илнӗ ҫӗрӗ хӑйсенех, чӗрӗ тӑрса юлнисене, юлмалла. 18 Анчах та эпир хамӑр хӗрсене вӗсене качча параймастпӑр. Мӗншӗн тесен Израиль ҫыннисем: „Хӑйӗн хӗрне Вениамин йӑхӗнчи ҫынна качча паракан ылханлӑ пултӑр“, — тесе тупа тунӑ».

19 Кайран вӗсем ҫапла каланӑ: «Кашни ҫул Силомра Иеговӑн уявӗ иртет. (Сило́м Вефильтен ҫурҫӗрелле, Вефильтен Сихема каякан ҫулран хӗвелтухӑҫалла тата Левонӑран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ.)» 20 Вӗсем Вениамин йӑхӗнчисене ҫапла тума хушнӑ: «Виноград пахчисенче пытанса ларӑр. 21 Сило́м хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, виноград пахчисенчен чупса тухӑр та хӑвӑр валли арӑм тума Сило́м хӗрӗсене ярса илӗр, кайран Вениамин ҫӗрне таврӑнӑр. 22 Вӗсен ашшӗсем е пӗртӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен вара, эпир ҫапла калӑпӑр: „Тархасшӑн, пире ӑнланӑр-ха, вӑрҫӑран эпир пурин валли те арӑм илсе килеймерӗмӗр. Эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн хӗрсене вӗсене качча парсан тупа тунине пӑснӑшӑн айӑплӑ пулатӑр“».

23 Вениамин йӑхӗнчи ҫынсем хӑйсене каланӑ пек тунӑ. Кашнийӗ вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ. Кайран вӗсем хӑйсем еткере илнӗ ҫӗре таврӑннӑ, хуласем ҫӗнӗрен туса лартнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ.

24 Израиль ҫыннисем те хӑйсен йӑхӗсемпе хӑйсен ҫемйисене таврӑннӑ. Кашнийӗ хӑй еткере илнӗ ҫӗре кайнӑ.

25 Ҫав вӑхӑтра Израильте патша пулман. Кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.

Ҫак арҫынсене Иегова Израильте патшасем ертсе пыма пуҫличчен хӑйӗн халӑхне тӑшмансенчен хӑтарса тӑрас тесе суйласа лартнӑ пулнӑ. Вӗсене тата судьясем тенӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Израиль ывӑлӗсем».

Е, тен, «ашак ҫинче ларнӑ чухне ал ҫупса илнӗ».

Е «Негевра».

«Шыв вырӑнӗсем» тенине пӗлтерет.

«Тӗп тума уйӑрнӑскер» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тимӗр урапасем».

Е «чунтан парӑнса юратнине кӑтартӑпӑр».

Е «вӗсене пӑхӑнса тӑракан».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Иосиф килӗн алли йывӑрланса ҫитсен».

Ту каҫҫи — тусем урлӑ каҫмалли ҫул.

«Йӗрекенсем» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑшмансене сутса янӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Иеговӑн алли».

Е «урӑх турӑсемпе аскӑнланнӑ».

Е «Хамата кӗмелли вырӑн».

Словарьте «Сӑваплӑ юпа» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ара́м-Нагараи́мӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Хусарсафема сутса янӑ».

Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ара́м».

Е «лӳкше».

Тен, кӗске чике, унӑн тӑршшӗ 40 см яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е, тен, «чул катмалли вырӑнсене».

Е «престол ҫинчен тӑнӑ».

Е, тен, «верандӑран».

Урӑхла каласан, туалета кайнӑ. Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «урисене хуплать».

Е «мӑйракапа».

Е «шӑчӑпа». Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «900 тимӗр урапа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дево́рӑн пальми».

Словарьте «Юханшыв айлӑмӗ» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Асо́р патшипе Иавинпа кене́й ҫыннин Хеве́рӑн килӗ хушшинче мир пулнӑ».

Тен, ҫапла тунипе ҫын хӑй сӑмах панине е хӑйне Турра халалланине кӑтартнӑ.

Е «музыка инструменчӗсемпе каласа юрлӑп».

Е, тен, «чӗтренчӗҫ».

Е, тен, «ҫыруҫӑ хатӗрне тытакансем».

Е «хӑйсен чӗрисене тӗрӗслерӗҫ».

Кунта выльӑх ҫурӑмӗ ҫине хурса янӑ ҫӗклемсем пирки сӑмах пырать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн чунне кураймарӗ».

Е «орбитӑсенчен».

Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.

Е, тен, «ҫӗр айӗнчи управӑшсем тунӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чурасен ҫуртӗнчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «турӑсенчен ан хӑрӑр».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман пин ҫын».

22 л яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «канӑҫлӑх».

«Иегова — мир» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫичӗ ҫулхи иккӗмӗш ҫамрӑк вӑкӑра».

Словарьте «Сӑваплӑ юпа» статьяна пӑхӑр.

«Ваа́л хӑйне хӳтӗлетӗр (хӑй кӗрештӗр)» тенине пӗлтерет.

Е «мӑйракапа».

Словаре пӑхӑр.

Е «мӑйракисене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «санӑн аллусем ҫирӗпленӗҫ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «каҫхи вӑтам хурал черечӗ ҫитсен». Ҫак хурал черечӗ каҫхи вуннӑсемпе пуҫланнӑ та ирхи иккӗсемпе вӗҫленнӗ.

Шыв юппи — юханшыва е кӳлле юхса кӗрекен шыв.

Урӑхла каласан, виноград сӗткенне пусса кӑлармалли вырӑн.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсен сывлӑшӗ».

Е «чатӑрсенче пурӑнакансен».

Е «ҫӗрри».

19,4 кг яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «тӗксӗм хӗрлӗ».

Е «ефодпа аскӑнланма».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пуҫне ҫӗклемен».

Е «Ваалсемпе аскӑнланма».

Е «чунтан парӑнса юратнине кӑтартман».

Е, тен, «ҫӗр хуҫисенчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑмӑпа ӳт».

800 г яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «ҫу сӗрсе патша лартасшӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ытти йывӑҫсем тӑрринче силленес» (11, 13 сӑвӑ йӗркисенче те).

Е «чунне».

Е «хӑйне кнеҫ вырӑнне хунӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хушшине харкашу сывлӑшне янӑ».

Е «чеен».

Е «хӑвӑн аллу».

Урӑхла каласан, ирхине.

Ӑна тата Ваа́л-Вери́ф теҫҫӗ.

Е «тӗреклетнӗ вырӑна».

Е «Си́ри».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сутса янӑ».

Е «Израиль асапланнине пула унӑн чунӗ ыратнӑ».

Е «проституткӑн».

Е «Иегова пирӗн хушӑра свидетель пултӑр».

Е «ӑна пӑхӑнса тӑракан».

Кунта ҫынна Турӑшӑн ӗҫлеме парасси пирки каланӑ пулас.

Е «сана кӑларса яма».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Иегова умӗнче ҫӑвар уҫрӑм».

Е «мухтама».

Е, тен, «юханшыв урлӑ каҫса ҫурҫӗрелле кайнӑ».

Словарьте «Назорей» статьяна пӑхӑр.

Турӑ пирки сӑмах пырать пулас.

Словаре пӑхӑр.

Турӑ пирки сӑмах пырать пулас.

Еврейсен йӑли тӑрӑх, ҫураҫнӑ хӗре арӑм тенӗ.

Еврейсен йӑли тӑрӑх, кӗрӳ каччӑна упӑшка тенӗ.

Е, тен, «вӑл шалти пӳлӗмне кӗриччен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман пушмак пӑрупа сухаламан пулсан».

Еврейсен йӑли тӑрӑх, ҫураҫнӑ хӗре арӑм тенӗ.

Е «шалти пӳлӗмне».

Е «хушӑкӗнче».

«Янах шӑмми сӑрчӗ» тенине пӗлтерет пулас.

Словаре пӑхӑр.

«Тархаслаканӑн ҫӑлкуҫӗ» тенине пӗлтерет.

Е «проституткӑна».

Словарьте «Юханшыв айлӑмӗ» статьяна пӑхӑр.

Е «ӑна ӳкӗте кӗртсе».

12,5 кг яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «ухӑ кантрипе».

Пир станокӗн хӗҫӗ — пир тӗртнӗ чухне ҫипе хӗстермелли тура евӗр хатӗр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «санӑн чӗрӳ манпа пӗрле мар».

Словарьте «Назорей» статьяна пӑхӑр.

12,5 кг яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

2,3 кг яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «килти турӑсем; йӗрӗхсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллине тултарнӑ». Ҫапла куҫарнӑ еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе священник пулмалли ҫынна пӗтӗм влаҫа пани пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ.

Ҫакӑ вӑл ҫав йӑхӑн ҫӗрӗнче пурӑннине ҫеҫ пӗлтерме пултарнӑ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «атте».

114 г. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «мӗнле калаҫнинчен».

«Дан лагерӗ» тенине пӗлтерет.

Е «килти турӑсем; йӗрӗхсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Аллуна ҫӑвару ҫине хур».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «атте».

Урӑхла каласан, касса тунӑ йӗрӗхе.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫурчӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чатӑра».

Е, тен, «тата эпӗ Иеговӑн ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑратӑп».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хуҫи».

Е, тен, «Гивӑри ҫӗр хуҫисем».

Е «лӳкше».

Словаре пӑхӑр.

Е «килӗшӳ арчи ҫумӗнче тӑнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юлашкисене пуҫтарса пынӑ».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр