Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • nwt Пултарни 1:1—50:26
  • Пултарни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пултарни
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Пултарни

ПУЛТАРНИ

1 Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре тунӑ.

2 Ҫӗрӗн сӑнӗ-тӗсӗ те пулман, вӑл пуш-пушӑ пулнӑ. Тарӑн шывсем ҫийӗнче тӗттӗм тӑнӑ, тата шыв ҫийӗн Туррӑн вӑйӗ* куҫса ҫӳренӗ.

3 Турӑ каланӑ: «Ҫутӑ пултӑр». Вара ҫутӑ пулса тӑнӑ. 4 Турӑ ҫутӑ аваннине курнӑ, вара Турӑ ҫутта тӗттӗмрен уйӑрма пуҫланӑ. 5 Турӑ ҫутта кун, тӗттӗме каҫ тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ — пӗрремӗш кун иртнӗ.

6 Кайран Турӑ каланӑ: «Шывсене уйӑракан уҫӑ вырӑн* пултӑр, шыв шывран уйрӑлтӑр». 7 Вара Турӑ уҫӑ вырӑн туса ун айӗнчи шывсене ун ҫийӗнчи шывсенчен уйӑрнӑ. Ҫапла пулнӑ та. 8 Турӑ уҫӑ вырӑна тӳпе тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ — иккӗмӗш кун иртнӗ.

9 Кайран Турӑ каланӑ: «Тӳпе айӗнчи шыв пӗр вырӑна пуҫтарӑнтӑр та, типӗ вырӑн тухтӑр». Ҫапла пулнӑ та. 10 Турӑ типӗ вырӑна ҫӗр, пухнӑ шыва тинӗс тенӗ. Вара Турӑ ҫакӑ аван пулнине курнӑ. 11 Унтан Турӑ каланӑ: «Ҫӗр тӗрлӗ йышши курӑксем, вӑрлӑх тӑкакан ӳсентӑрансем тата вӑрӑллӑ ҫимӗҫ паракан йывӑҫсем ӳстертӗр». Ҫапла пулнӑ та. 12 Ҫӗр ҫинче тӗрлӗ йышши курӑксем, вӑрлӑх тӑкакан ӳсентӑрансем тата вӑрӑллӑ ҫимӗҫ паракан йывӑҫсем ӳсме пуҫланӑ. Турӑ ҫакӑ аван пулнине курнӑ. 13 Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ — виҫҫӗмӗш кун иртнӗ.

14 Кайран Турӑ каланӑ: «Куна каҫран уйӑрма, ҫулталӑк вӑхӑчӗсене, кунсене, ҫулсене палӑртса тӑма* тӳпере хӗвел, уйӑх тата ҫӑлтӑрсем пулччӑр*. 15 Вӗсем тӳперен ҫӗр ҫине ҫутатса тӑрӗҫ». Ҫапла пулнӑ та. 16 Турӑ хӗвел тата уйӑх тунӑ*: хӗвел кун тӑршшӗпе, уйӑх каҫпа ҫутатса тӑнӑ*. Тата вӑл ҫӑлтӑрсем тунӑ. 17 Турӑ вӗсене тӳпере вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫӗр ҫине ҫутатчӑр, 18 кун тӑршшӗпе тата каҫпа ҫутатса тӑччӑр, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрччӑр тенӗ. Турӑ ҫакӑ аван пулнине курнӑ. 19 Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ — тӑваттӑмӗш кун иртнӗ.

20 Кайран Турӑ каланӑ: «Шывсем тӗрлӗ чӗрчунпа* тулччӑр. Тӳпере кайӑксем* вӗҫсе ҫӳреччӗр». 21 Турӑ тинӗсри тӗрлӗ йышши тем пысӑкӑш чӗрчунсене, шывра кӗшӗлтетекен тӗрлӗ йышши чӗрчунсене тата вӗҫекен тӗрлӗ йышши чӗрчунсене тунӑ. Турӑ ҫакӑ аван пулнине курнӑ. 22 Турӑ вӗсене пиллесе ҫапла каланӑ: «Ӗрчӗр, йышлӑланӑр, тинӗссене тултарӑр, ҫӗр ҫинче кайӑксем ӗрчеччӗр». 23 Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ — пиллӗкмӗш кун иртнӗ.

24 Кайран Турӑ каланӑ: «Ҫӗр ҫинче тӗрлӗ йышши чӗрчунсем пулччӑр: тӗрлӗ йышши выльӑх, тискер чӗрчунсем тата ытти чӗрчунсем*». Ҫапла пулнӑ та. 25 Турӑ тӗрлӗ йышши тискер чӗрчунсене, тӗрлӗ йышши выльӑха тата тӗрлӗ йышши ытти чӗрчунсене тунӑ. Турӑ ҫакӑ аван пулнине курнӑ.

26 Кайран Турӑ каланӑ: «Хамӑр евӗрлӗ* ҫын тӑвар. Вӑл тинӗсри пулӑсемпе, тӳпери кайӑксемпе, выльӑхпа, ытти пур чӗрчунпа тата пӗтӗм ҫӗрпе хуҫалантӑр». 27 Вара Турӑ ҫынна хӑй евӗрлӗ тунӑ, вӑл арҫынна тата хӗрарӑма тунӑ. 28 Турӑ вӗсене пилленӗ те ҫапла каланӑ: «Ачасем ҫуратӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тултарӑр, ӑна тытса тӑрӑр*, тинӗсри пулӑсемпе, тӳпери кайӑксемпе тата ҫӗр ҫинче пурӑнакан ытти пур чӗрчунпа та хуҫаланӑр».

29 Кайран Турӑ каланӑ: «Эпӗ сире вӑрлӑх тӑкакан пур ӳсентӑрана та, вӑрӑллӑ ҫимӗҫ паракан пур йывӑҫа та патӑм. Вӗсем сирӗншӗн апат-ҫимӗҫ пулӗҫ. 30 Эпӗ ҫӗр ҫинчи тискер чӗрчунсене пурне те, кайӑксене пурне те тата ҫӗр ҫинче ҫӳрекен ытти чӗрчунсене* пурне те ҫимелӗх ешӗл ӳсентӑран патӑм». Ҫапла пулнӑ та.

31 Турӑ хӑй мӗн-мӗн туни ҫине пӑхнӑ та — веҫех питӗ аван пулнине курнӑ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ — улттӑмӗш кун иртнӗ.

2 Ҫапла вара Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, вӗсенче мӗн пуррине* те туса пӗтернӗ. 2 Ҫиччӗмӗш кун тӗлне Турӑ хӑйӗн ӗҫне туса пӗтернӗ. Вара вӑл ҫиччӗмӗш кунӗнче, хӑйӗн пур ӗҫне те тунӑ хыҫҫӑн, канма пуҫланӑ. 3 Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ те ҫав куна сӑваплӑ тесе каланӑ, мӗншӗн тесен Турӑ, хӑй мӗн тума шутланине пурне те туса пӗтерсе, ҫав кун канма пуҫланӑ.

4 Ҫакӑ тӳпепе ҫӗре тунӑ вӑхӑт ҫинчен — Иегова* Турӑ ҫӗре тата тӳпене тунӑ кун ҫинчен — каласа пани.

5 Ун чухне ҫӗр ҫинче нимӗнле тӗмӗ те, нимӗнле урӑх ӳсентӑран та ӳсмен, мӗншӗн тесен Иегова Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫын та пулман. 6 Анчах та ҫӗр ҫинчен пӑс хӑпарса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ.

7 Иегова Турӑ тӑпраран ҫын тунӑ та ун сӑмси ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшне вӗрсе кӗртнӗ, вара лешӗ чӗрӗ ҫын* пулса тӑнӑ. 8 Иегова Турӑ Эдемра, хӗвелтухӑҫ енче, сад лартса ӳстернӗ, унта хӑй тунӑ ҫынна пурӑнма вырнаҫтарнӑ. 9 Иегова Турӑ ҫӗр ҫинче тӗрлӗ йывӑҫ ӳстернӗ: вӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулнӑ тата вӗсем лайӑх ҫимӗҫ панӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл сад варринче пурнӑҫ йывӑҫне тата мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине пӗлме паракан йывӑҫ ӳстернӗ.

10 Эдемран шыв юхса тухнӑ. Вӑл сада шӑварнӑ, кайран вара тӑватӑ юханшыв ҫине пайланса кайнӑ. 11 Пӗри Фисо́н ятлӑ. Вӑл пӗтӗм Хави́ла ҫӗрӗ тавра юхса выртать, ҫав ҫӗрте ылтӑн пур, 12 ылтӑнӗ вара питӗ лайӑх. Унсӑр пуҫне, унта тутлӑ шӑршӑллӑ сухӑр тата о́никс чулӗ пур. 13 Иккӗмӗш юханшывӑн ячӗ — Гихо́н. Вӑл пӗтӗм Куш ҫӗрӗ тавра юхса выртать. 14 Виҫҫӗмӗш юханшывӑн ячӗ — Хиддеке́ль*. Вӑл Ассирирен хӗвелтухӑҫалла юхса выртать. Тӑваттӑмӗш юханшывӗ — Евфра́т.

15 Иегова Турӑ ҫынна Эде́м садӗнче пурӑнма, унта ӗҫлесе тӑма тата сада пӑхса тӑма вырнаҫтарнӑ. 16 Иегова Турӑ ҫынна ҫапла хушса каланӑ: «Эсӗ садри пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне тӑраниччен ҫиме пултаратӑн. 17 Мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине пӗлме паракан йывӑҫ ҫинчен ҫеҫ ан ҫи, мӗншӗн тесен ун ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилетӗн».

18 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова Турӑ ҫапла каланӑ: «Ҫын пӗччен пулни аван мар, ун валли юрӑхлӑ пулӑшакан* тӑвам». 19 Иегова Турӑ пур тискер чӗрчуна тата пур кайӑка* тӑпраран тунӑ та, ҫын вӗсене мӗнле ятсем парассине пӗлес тесе, вӗсене ун патне ертсе пынӑ. Ҫын кашни чӗрчуна* мӗнле ят панӑ, вӑл ҫавӑн ятлӑ пулнӑ та. 20 Ҫын пур выльӑха, пур кайӑка тата пур тискер чӗрчуна ят панӑ. Ҫавӑн чухне ҫын валли юрӑхлӑ пулӑшакан пулман. 21 Вара Иегова Турӑ ҫынна тарӑн ыйха путарнӑ. Лешӗ ҫывӑрнӑ чухне вӑл ун аяк пӗрчисенчен пӗрне илсе ҫав вырӑна ӳтпе хупласа хунӑ. 22 Иегова Турӑ ҫынран илнӗ аяк пӗрчинчен хӗрарӑм тунӑ та ӑна ҫын патне ертсе пынӑ.

23 Вара ҫын ҫапла каланӑ:

— Акӑ тинех ман шӑммӑмран тунӑ шӑмӑ,

Ман кӗлеткемрен тунӑ кӗлетке.

Ӑна хӗрарӑм тейӗҫ,

Мӗншӗн тесен вӑл арҫынран* пулнӑ.

24 Ҫавӑнпа та арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те хӑйӗн арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ*, вара иккӗшӗ пӗр кӗлетке пулса тӑрӗҫ. 25 Вӗсем иккӗшӗ те — арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те — ҫарамас пулнӑ, анчах вӗсем намӑсланман.

3 Ҫӗлен Иегова Турӑ тунӑ пур чӗрчунран та асӑрхануллӑрах* пулнӑ. Ҫӗлен хӗрарӑмран ҫапла ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та сире садри пур йывӑҫ ҫинчен те ан ҫийӗр терӗ-и?» 2 Хӗрарӑм ҫӗлене ҫапла хуравланӑ: «Эпир садри йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр. 3 Анчах сад варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫӗ пирки Турӑ: „Ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ан ҫийӗр, ан тӗкӗнӗр, ҫисен вилетӗр“, — терӗ». 4 Вара ҫӗлен хӗрарӑма ҫапла каланӑ: «Ҫук, вилместӗр. 5 Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун сирӗн куҫсем уҫӑлӗҫ те, эсир Турӑ пек пулса тӑратӑр — мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине пӗлетӗр».

6 Хӗрарӑм йывӑҫ ҫинчи ҫимӗҫсем лайӑх пулнине, йывӑҫ хитре тата ун ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулнине курнӑ. Вӑл ҫимӗҫе татса илсе ӑна ҫиме пуҫланӑ. Кайран, упӑшки хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ чухне, вӑл ҫимӗҫе ӑна та панӑ. Вара лешӗ те ҫинӗ. 7 Унтан вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ та, вӗсем хӑйсем ҫарамас пулнине ӑнланса илнӗ. Вара вӗсем инжир йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа хӑйсен ҫарамаслӑхне* хупланӑ.

8 Пӗр вӑхӑт иртсен вӗсем Иегова Турӑ сассине илтнӗ, вӑл хӗвел аннӑ чухне* садра ҫӳренӗ пулнӑ. Вара арҫынпа унӑн арӑмӗ Иегова Турӑран садри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ. 9 Иегова Турӑ ҫынна: «Эсӗ ӑҫта?» — тесе темиҫе хут та чӗннӗ. 10 Юлашкинчен лешӗ каланӑ: «Эпӗ санӑн сассуна илтрӗм, анчах хам ҫарамас пулнӑран хӑрарӑм, вара пытантӑм». 11 Турӑ ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ ҫарамас пулнине сана кам каларӗ? Эсӗ эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и?» 12 Ҫын хуравланӑ: «Эсӗ панӑ хӗрарӑм мана ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне пачӗ те, эпӗ ҫирӗм». 13 Вара Иегова Турӑ хӗрарӑма: «Эсӗ мӗн туса хутӑн?» — тенӗ. Хӗрарӑм: «Мана ҫӗлен улталарӗ те, эпӗ ҫирӗм», — тенӗ.

14 Иегова Турӑ ҫӗлене каланӑ: «Эсӗ ҫапла туса хунӑшӑн пур тискер чӗрчунпа выльӑх хушшинче ылханлӑ пулӑн. Пурнӑҫу тӑршшӗпех хырӑмупа шуса ҫӳрӗн тата ҫӗр тусанне ҫисе пурӑнӑн. 15 Эпӗ сана хӗрарӑмпа, сан йӑхунтан тухнисене* унӑн йӑхӗнчен тухнӑскерпе* тӑшманла пурӑнмалла тӑвӑп. Эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, вӑл вара сан пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ».

16 Хӗрарӑма вӑл ҫапла каланӑ: «Эсӗ йывӑр ҫын пулсан ыратнипе хытӑ асапланӑн, ачусене нушаланса ҫуратӑн. Санӑн упӑшку патне вӑйлӑ туртӑм пулӗ, вӑл вара санпа хуҫаланӗ».

17 Адама* вӑл ҫапла каланӑ: «Эсӗ, арӑмна итлесе, эпӗ ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫирӗн. Ҫавӑнпа сана пула ҫӗр ылханлӑ пулӗ. Хӑвна тӑрантарма эсӗ пурнӑҫу тӑршшӗпех халтан кайса* ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлӗн. 18 Ҫӗр сана йӗплӗ курӑкпа* ҫумкурӑк ӳстерсе парӗ, эсӗ хирти ӳсентӑрана ҫисе пурӑнӑн. 19 Ҫӗртен пулнӑскер эсӗ ҫӗре каялла кӗричченех, хӑвна тӑрантарас тесе, тар юхтарса ӗҫлӗн. Эсӗ, тӑпраран тунӑскер, каллех тӑпра пулса тӑрӑн».

20 Ҫавӑн хыҫҫӑн Адам хӑйӗн арӑмне Ева* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен лешӗн пурӑнакансен пуринӗн те амӑшӗ пулса тӑмалла пулнӑ. 21 Иегова Турӑ Адампа унӑн арӑмӗ валли тӑхӑнмашкӑн тиртен вӑрӑм тумтир тунӑ. 22 Иегова Турӑ каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ ҫын мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине пӗлес тӗлӗшрен пирӗн пек пулса тӑчӗ. Ҫитменнине тата вӑл пурнӑҫ йывӑҫӗн ҫимӗҫне татса, ӑна ҫисе, ӗмӗр-ӗмӗр ан пурӑнтӑр тесе...» 23 Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн Иегова Турӑ ӑна Эдем садӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ. Ҫӗртен пулнӑскер, вӑл ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе пурӑнтӑр тенӗ. 24 Ҫынна кӑларса янӑ хыҫҫӑн Эдем сачӗн хӗвелтухӑҫ енче вӑл ҫаврӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫпе херувимсене тӑратнӑ. Ҫакна вӑл пурнӑҫ йывӑҫӗ патне илсе пыракан ҫула сыхламашкӑн тунӑ.

4 Адам хӑйӗн арӑмӗпе Евӑпа выртса ҫывӑрнӑ та, лешӗ йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Вӑл Каина ҫуратсан ҫапла каланӑ: «Иегова пулӑшнипе эпӗ арҫын ача ҫуратрӑм». 2 Кайран вӑл унӑн шӑллӗне Авеле ҫуратнӑ.

А́вель сурӑх кӗтсе ҫӳреме, Ка́ин вара ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. 3 Пӗр вӑхӑт иртсен Ка́ин ҫӗр ӳстерсе панӑ ҫимӗҫе Иеговӑна парне пек панӑ. 4 А́вель вара хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан пӑруланӑ темиҫе путекне вӗсен ҫӑвӗпе пӗрле парне пек панӑ. Иегова Авеле ырланӑ тата унӑн парнине йышӑннӑ. 5 Каина вара вӑл ырламан, унӑн парнине те йышӑнман, ҫавӑнпа та Ка́ин хытӑ тарӑхса кайнӑ, пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳренӗ. 6 Иегова Каина каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ тарӑхса кайрӑн? Мӗншӗн пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳретӗн? 7 Усал шухӑшусене хӑварса ырӑ тума пуҫласан, нивушлӗ эпӗ сана ырламӑп*? Ырӑ тумастӑн пулсан вара, алӑк умӗнче ҫылӑх кӗтсе тӑрать. Вӑл санпа хуҫаланасшӑн. Эсӗ ӑна пӑхӑнтарӑн-и?»

8 Ҫавӑн хыҫҫӑн Ка́ин хӑйӗн шӑллӗне Авеле: «Атя хире каяр», — тенӗ. Вара вӗсем хирте пулнӑ чухне Ка́ин хӑйӗн шӑллӗ ҫине, А́вель ҫине, тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. 9 Иегова Каинран: «А́вель шӑллу ӑҫта санӑн?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Пӗлместӗп. Ман ӑна сыхласа ҫӳремелле-им?» — тенӗ. 10 Вара Турӑ каланӑ: «Мӗн туса хутӑн эсӗ? Илтетӗн-и? Сан шӑллун ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ юнӗ мана кӑшкӑрса чӗнет. 11 Халӗ ӗнтӗ сана ылхан ҫиттӗр. Эсӗ хӑвӑн шӑллуна вӗлернӗ ҫӗр ҫинчен, сан шӑллун юнӗ тӑкӑннӑ ҫӗр ҫинчен*, эпӗ сана хӑваласа яратӑп. 12 Эсӗ ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлӗн — вӑл сана тыр-пул* памӗ. Эсӗ ҫӗр тӑрӑх вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен таркӑн пек пулӑн». 13 Ка́ин Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Хам ҫылӑхшӑн панӑ наказани ытла та хаяр, эпӗ ӑна чӑтаяс ҫук. 14 Паян эсӗ мана ҫак ҫӗр ҫинчен* хӑваласа яратӑн, эпӗ санран аякра пулӑп. Эпӗ ҫӗр тӑрӑх вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен таркӑн пек пулса тӑрӑп. Кирек кам та мана тӗл пулсан вӗлерсе пӑрахӗ». 15 Иегова Каина каланӑ: «Апла пулсан Каина вӗлерекене ҫичӗ хут тавӑрӗҫ».

Вара Иегова Каина тӗл пулакансене, вӗсем ӑна ан вӗлерччӗр тесе, паллӑ* панӑ. 16 Ка́ин Иегова патӗнчен кайса Эдемран тухӑҫалла Нод* ҫӗрӗнче пурӑнма пуҫланӑ.

17 Ҫавӑн хыҫҫӑн Ка́ин хӑйӗн арӑмӗпе выртса ҫывӑрнӑ, лешӗ йывӑр ҫын пулнӑ та Еноха ҫуратнӑ. Унтан Ка́ин хула туса лартса ӑна хӑйӗн ывӑлӗ ячӗпе Ено́х тенӗ. 18 Каярахпа Ено́хӑн Ира́д ҫуралнӑ. Ира́дӑн Мехиае́ль ҫуралнӑ. Мехиае́лӗн Мафуса́л ҫуралнӑ. Мафуса́лӑн Ламе́х ҫуралнӑ.

19 Ламе́х хӑйӗн валли икӗ арӑм илнӗ. Пӗри А́да ятлӑ пулнӑ, тепри — Ци́лла. 20 А́да Иавала ҫуратнӑ. Иава́л чатӑрта пурӑнакансенчен тата выльӑх ӗрчетекенсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. 21 Унӑн шӑллӗне* Иува́л тесе чӗннӗ. Вӑл арфа тата флейта калакансенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. 22 Ци́лла Тувалкаина ҫуратнӑ. Тувалка́ин пӑхӑртан тата тимӗртен тӗрлӗ хатӗрсем туптаса тунӑ. Тувалка́инӑн аппӑшне* Наа́ма тесе чӗннӗ. 23 Ламе́х хӑйӗн арӑмӗсене, Адӑпа Циллӑна, ҫапла каланӑ:

— Ламе́х арӑмӗсем, итлӗр мана,

Тӑнлӑр ман сӑмахсене!

Эпӗ ҫынна хама суранлатнӑшӑн вӗлертӗм,

Яш ачана хама ҫапнӑшӑн вӗлерсе пӑрахрӑм.

24 Каина вӗлернӗшӗн 7 хут тавӑрас пулсассӑн,

Ламеха вӗлернӗшӗн 77 хут тавӑрӗҫ.

25 Адам хӑйӗн арӑмӗпе каллех выртса ҫывӑрнӑ та, лешӗ ывӑл ҫуратнӑ. Ева ӑна Сиф* тесе ят парса ҫапла каланӑ: «Турӑ мана А́вель вырӑнне тепӗр ача* пачӗ*, мӗншӗн тесен Ка́ин Авеле вӗлерчӗ». 26 Сифӑн та ывӑл ҫуралнӑ. Вӑл ӑна Ено́с тесе ят панӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем Иеговӑн ячӗпе усӑ курма* пуҫланӑ.

5 Ҫакӑ Адамӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен каласа пани. Турӑ Адама тунӑ кун ӑна хӑй евӗрлӗ* тунӑ. 2 Вӑл арҫынна тата хӗрарӑма тунӑ. Вӗсене тунӑ кун вӑл вӗсене пилленӗ те вӗсене «ҫын»* тенӗ.

3 Адам 130 ҫул пурӑнсассӑн унӑн ывӑл ҫуралнӑ, лешӗ ун евӗрлӗ пулнӑ. Адам ӑна Сиф тесе ят панӑ. 4 Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адам тата 800 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 5 Адам пурӗ 930 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

6 Сиф 105 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Ено́с ҫуралнӑ. 7 Ено́с ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сиф тата 807 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 8 Сиф пурӗ 912 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

9 Ено́с 90 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Каина́н ҫуралнӑ. 10 Каина́н ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ено́с тата 815 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 11 Ено́с пурӗ 905 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

12 Каина́н 70 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Малелеи́л ҫуралнӑ. 13 Малелеи́л ҫуралнӑ хыҫҫӑн Каина́н тата 840 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 14 Каина́н пурӗ 910 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

15 Малелеи́л 65 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Иаре́д ҫуралнӑ. 16 Иаре́д ҫуралнӑ хыҫҫӑн Малелеи́л тата 830 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 17 Малелеи́л пурӗ 895 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

18 Иаре́д 162 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Ено́х ҫуралнӑ. 19 Ено́х ҫуралнӑ хыҫҫӑн Иаре́д тата 800 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 20 Иаре́д пурӗ 962 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

21 Ено́х 65 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Мафуса́л ҫуралнӑ. 22 Мафуса́л ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ено́х 300 ҫул хушши чӑн Турра* юраса пурӑннӑ*. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 23 Ено́х пурӗ 365 ҫул пурӑннӑ. 24 Ено́х чӑн Турра юраса пурӑннӑ. Кайран ӑна никам та курман, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна илнӗ пулнӑ.

25 Мафуса́л 187 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Ламе́х ҫуралнӑ. 26 Ламе́х ҫуралнӑ хыҫҫӑн Мафуса́л тата 782 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 27 Мафуса́л пурӗ 969 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

28 Ламе́х 182 ҫул пурӑнсассӑн унӑн ывӑл ҫуралнӑ. 29 Вӑл ӑна Ной* тесе ят панӑ та ҫапла каланӑ: «Иегова ҫӗре ылханнине пула эпир йывӑр ӗҫлесе халтан кайрӑмӑр, анчах ҫак ача пире ҫӑмӑллӑх* парӗ». 30 Ной ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ламе́х тата 595 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 31 Ламе́х пурӗ 777 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

32 Ной 500 ҫул пурӑнсассӑн унӑн Сим, Хам тата Иафе́т ҫуралнӑ.

6 Ҫынсем ҫӗр ҫинче нумайланса пынӑ. Вӗсен хӗрсем ҫуралнӑ. 2 Чӑн Туррӑн ывӑлӗсем* ҫынсен хӗрӗсем илемлӗ пулнине курнӑ. Вӗсем кама качча илес тенӗ, ҫавсене качча илнӗ. 3 Вара Иегова ҫапла каланӑ: «Эпӗ* ҫынсене ӗмӗрӗпех чӑтса пурӑнас ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем ҫылӑхлӑ. Ҫавӑнпа вӗсем тепӗр 120 ҫул ҫеҫ пурӑнӗҫ».

4 Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ҫӗр ҫинче нефилимсем* пулнӑ. Ҫав кунсенче чӑн Туррӑн ывӑлӗсем ҫынсен хӗрӗсемпе выртса ҫывӑрнӑ та, лешӗсем вӗсене ывӑлсем ҫуратса панӑ. Ывӑлӗсем вӑйлӑ та паллӑ ҫынсем пулнӑ.

5 Иегова ҫӗр ҫинче ҫынсем ҫылӑх ӑшне путнине тата вӗсен мӗнпур шухӑшӗ усал пулнине курнӑ. 6 Вара Иегова ҫӗр ҫинче ҫынсене тунӑшӑн ӳкӗннӗ*, унӑн чунӗ ыратнӑ. 7 Ҫавӑнпа Иегова ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам тунӑ ҫынсене ҫӗр ҫийӗнчен пӗтерӗп. Вӗсемпе пӗрле выльӑхсене, кайӑксене*, ытти чӗрчунсене пурне те пӗтерӗп, мӗншӗн тесен вӗсене тунӑшӑн эпӗ ӳкӗнетӗп». 8 Ноя вара Иегова ырланӑ.

9 Акӑ Нойӑн пурнӑҫӗ.

Ной тӳрӗ ҫын пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнчи* ҫынсемпе танлаштарсан, вӑл пӗр айӑпсӑр пулнӑ. Ной чӑн Турра юраса пурӑннӑ*. 10 Нойӑн виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ: Сим, Хам тата Иафе́т. 11 Анчах ҫӗр Турӑ куҫӗ умӗнче ирсӗрленсе кайнӑ, хаярлӑхпа тулнӑ. 12 Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та вӑл ирсӗрленсе кайнине курнӑ. Ҫӗр ҫинчи ҫынсем пурте усал туса пурӑннӑ.

13 Вара Турӑ Ноя ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫынсене пурне те тӗп тума шут тытрӑм, мӗншӗн тесен вӗсене пула ҫӗр хаярлӑхпа тулчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ҫынсене те, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине те пӗтерӗп. 14 Хӑв валли сухӑрлӑ йывӑҫран карап* ту. Карапра пӳлӗмсем ту, ӑна шалтан та, тулашӗнчен те сӑмалапа* сӗрсе тух. 15 Карапа ҫапла ту: унӑн тӑршшӗ 300 чике, сарлакӑшӗ 50 чике, ҫӳллӗшӗ 30 чике* пултӑр. 16 Карап тӑрринчен пӗр чике аяларах ҫутӑ кӗмелӗх чӳрече* ту. Карапа кӗмелли алӑкӗ айккинче пултӑр. Карапа виҫӗ хутлӑ ту.

17 Тӳпе айӗнчисене пурне те — камра чӗрӗлӗх сывлӑшӗ* пур, ҫавсене пурне те — пӗтерес тесе эпӗ ҫӗре шыв илтерӗп. Ҫӗр ҫинче мӗн пурри вилсе пӗтӗ. 18 Санпа вара эпӗ килӗшӳ тӑвӑп. Эсӗ карапа кӗрӗн. Санпа пӗрле ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те кӗрӗҫ. 19 Карапа пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр, аҫипе амине, илсе кӗр. Вӗсем те чӗрӗ юлччӑр. 20 Тӗрлӗ йышши кайӑксене, выльӑхсене тата ытти чӗрчунсене — пурне те пӗрер мӑшӑр илсе кӗр. Чӗрӗ юлччӑр тесе вӗсене те карапа кӗрт. 21 Эсӗ хӑв валли те, чӗрчунсем валли те тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пухса хур».

22 Ной хӑйне Турӑ мӗн хушнӑ, ҫавна пурне те тунӑ. Шӑп хӑйне хушнӑ пек тунӑ.

7 Унтан Иегова Ноя каланӑ: «Карапа хӑвӑн пӗтӗм ҫемйӳпе пӗрле кӗр, мӗншӗн тесен, ҫак ӑрури ҫынсемпе танлаштарсан, эсӗ тӳрӗ ҫын пулнине эпӗ куратӑп. 2 Хӑвпа пӗрле тӗрлӗ йышши таса чӗрчунсене ҫичшер*, аҫисемпе амисене, ил. Тӗрлӗ йышши таса мар чӗрчунсене вара икшер ҫеҫ, аҫипе амине, ил. 3 Унсӑр пуҫне, кайӑксене* те, вӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫинче упранса юлса ӗрчемешкӗн, ҫичшер*, аҫисемпе амисене, хӑвпа пӗрле ил, 4 мӗншӗн тесен ҫичӗ кунтан эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр ярӑп. Вӑл 40 кун та 40 каҫ ҫӑвӗ. Ҫапла эпӗ хам тунӑ ҫынсемпе чӗрчунсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерӗп». 5 Ной хӑйне Иегова мӗн хушнине веҫех тунӑ.

6 Ҫӗре шыв илнӗ чухне Ной 600 ҫулта пулнӑ. 7 Ной хӑйӗн ывӑлӗсемпе, арӑмӗпе тата ывӑлӗсен арӑмӗсемпе пӗрле ҫӗре шыв илме пуҫличчен карапа кӗнӗ. 8 Унсӑр пуҫне, тӗрлӗ йышши таса чӗрчунсем, тӗрлӗ йышши таса мар чӗрчунсем, кайӑксем тата ҫӗр ҫинче пурӑнакан ытти чӗрчунсем, 9 Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной патне карапа икшерӗн, аҫисемпе амисем, кӗнӗ. 10 Ҫичӗ кунтан ҫӗре шыв илме пуҫланӑ.

11 Ной пурнӑҫӗн 600-мӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхӑн* 17—мӗш кунӗнче, тӳпери мӗнпур шыв* тапса аннӑ, тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайнӑ. 12 Вара ҫӗр ҫине 40 кун та 40 каҫ ҫумӑр ҫунӑ. 13 Шӑп ҫав кун Ной карапа кӗнӗ. Унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем — Сим, Хам тата Иафе́т — кӗнӗ, унсӑр пуҫне, арӑмӗ тата ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ кӗнӗ. 14 Вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ йышши тискер чӗрчунсем, выльӑхсем тата ҫӗр ҫинче пурӑнакан ытти чӗрчунсем, унсӑр пуҫне, кайӑксем тата ҫунат пуррисем ыттисем те кӗнӗ. 15 Пур йышши чӗрчун — хӑшӗнче чӗрӗлӗх сывлӑшӗ* пулнӑ, ҫавсем — Ной патне карапа икшерӗн кӗнӗ. 16 Турӑ Ноя каланӑ пек, карапа пур йышши чӗрчун, аҫисемпе амисем, кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова карап алӑкне хупса хунӑ.

17 Ҫумӑр 40 кун хушши ҫунӑ. Шыв хушӑнсах пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ. Вӑл ҫӗртен чылай ҫӳлерех ишсе ҫӳренӗ. 18 Шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ, ҫӗртен ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарнӑ, карап вара шыв ҫийӗпе ишсе ҫӳренӗ. 19 Шыв питӗ ҫӳллӗ хӑпарнӑран тӳпе айӗнчи мӗнпур ҫӳллӗ тӑва хупласа илнӗ. 20 Шыв тусенчен 15 чике* ҫӳлерех хӑпарнӑ.

21 Ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ чун: кайӑксем, выльӑхсем, тискер чӗрчунсем, вӗтӗ чӗрчунсем* тата ҫынсем — пурте вилсе пӗтнӗ. 22 Ҫӗр ҫинче сывласа пурӑнакансем* пурте* вилнӗ. 23 Ҫапла вара Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене: ҫынсене, выльӑхсене, тискер чӗрчунсене, кайӑксене тата ытти чӗрчунсене — пурне те пӗтернӗ. Вӗсене пурне те тӗп тунӑ, Ной тата унпа пӗрле карапра пулнисем ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ. 24 Шыв ҫӗр ҫинче 150 кун хушши тӑнӑ.

8 Турӑ Ной пирки, унпа пӗрле карапра пулнӑ пур тискер чӗрчун пирки тата выльӑхсем пирки манса кайман*. Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв чакма пуҫланӑ. 2 Тӳперен мӗнпур шыв* юхма чарӑннӑ, тӳпе чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара ҫумӑр ҫума чарӑннӑ. 3 Ҫӗр ҫинчи шыв майӗпен чакса пынӑ, 150 кунран шыв самаях чакнӑ. 4 Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн* 17—мӗш кунӗнче карап Арара́т тӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. 5 Вуннӑмӗш уйӑх* ҫитиччен шыв майӗпен чакса пынӑ. Вуннӑмӗш уйӑхӑн 1-мӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑнма пуҫланӑ.

6 Ной, 40 кун иртсен, хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та 7 ҫӑхана кӑларса янӑ. Ҫӑхан вӗҫсе кайса каялла таврӑннӑ, ҫапла вӑл ҫӗр ҫинчи шыв типичченех каллӗ-маллӗ вӗҫсе ҫӳренӗ.

8 Унтан, ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнипе пӗтменнине пӗлмешкӗн, Ной кӑвакарчӑна кӑларса янӑ. 9 Анчах кӑвакарчӑн, лармалли вырӑн тупайманнипе, ун патне карапа каялла вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе шыв тӑнӑ пулнӑ. Вара Ной аллине тӑсса кӑвакарчӑна каялла карапа кӗртнӗ. 10 Ҫичӗ кун кӗтнӗ хыҫҫӑн вӑл кӑвакарчӑна каллех карапран кӑларса янӑ. 11 Каҫ пуласпа кӑвакарчӑн Ной патне вӗҫсе килнӗ, вара Ной кӑвакарчӑн сӑмсинче олива йывӑҫӗн чӗрӗ ҫулҫине курнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫӗр ҫинчи шыв чакса кайнине пӗлнӗ. 12 Вӑл тепӗр ҫичӗ кун кӗтнӗ те каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ, лешӗ вара ун патне таврӑнман.

13 Ной пурнӑҫӗн 601-мӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн* 1—мӗш кунӗнче, ҫӗр ҫинчи шыв кайса пӗтнӗ. Ной карап тӑррин пӗр пайне сӳтсен ҫӗр ҫийӗ типсе пынине курнӑ. 14 Иккӗмӗш уйӑхӑн* 27—мӗш кунӗ тӗлне ҫӗр типсе ҫитнӗ.

15 Турӑ Ноя ҫапла каланӑ: 16 «Хӑвӑн арӑмупа, ывӑлусемпе, ывӑлусен арӑмӗсемпе пӗрле карапран тух. 17 Пур чӗрчуна та: кайӑксене*, выльӑхсене, тискер чӗрчунсене тата ытти чӗрчунсене — пурне те илсе тух. Вӗсем ҫӗре туллиех тултарччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, йышлӑланса пыччӑр».

18 Вара Ной хӑйӗн ывӑлӗсемпе, арӑмӗпе тата ывӑлӗсен арӑмӗсемпе пӗрле карапран тухнӑ. 19 Унсӑр пуҫне, карапран хӑйсен йышӗсемпе мӗнпур чӗрчун, кайӑк тата ытти чӗрчунсем — ҫӗр ҫинче пурӑнакан пур чӗрчун та — тухнӑ. 20 Ной Иегова валли парне вырӑнӗ тунӑ, темиҫе таса чӗрчунпа таса кайӑк илнӗ те вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне пек кӳнӗ. 21 Парне шӑрши Иеговӑн кӑмӑлне кайнӑ*. Ҫавӑнпа Иегова хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫынна пула урӑх нихӑҫан та ҫӗре ылханмӑп, мӗншӗн тесен ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗн ачаранпах усал, тата урӑх нихӑҫан та ҫынсемпе чӗрчунсене пӗтермӗп. 22 Ҫак вӑхӑтран пуҫласа ҫӗр ҫинче акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл тата кунпа каҫ нихӑҫан та пӗтмӗҫ».

9 Турӑ Нойпа унӑн ывӑлӗсене пилленӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: «Ачасем ҫуратӑр, йышлӑланса пырӑр тата ҫӗре туллиех тултарӑр. 2 Ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрчун та, тӳпери пур кайӑк* та, тинӗсри пур пулӑ та, ытти пур чӗрчун та сирӗнтен хӑраса-чӗтресе тӑрӗ. Вӗсене сирӗн алла паратӑп. 3 Эпӗ сире, унччен ешӗл ӳсентӑрана ҫиме панӑ пек, мӗнпур чӗрчуна ҫиме паратӑп. 4 Анчах юнне юхтарса кӑларман какая ан ҫийӗр, мӗншӗн тесен юн пурнӑҫа* пӗлтерет. 5 Эпӗ сирӗн юншӑн* явап тыттарӑп. Сирӗн юна чӗрчун тӑкать пулсассӑн, ӑна вӗлермелле; хӑйӗн тӑванӗн пурнӑҫне татакана та эпӗ явап тыттарӑп. 6 Кам та пулин ҫын юнне тӑксан, унӑн юнне те ҫын тӑкӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫынна хӑй евӗрлӗ тунӑ. 7 Эсир вара ачасем ҫуратӑр, йышлӑланса пырӑр, ҫӗре туллиех тултарӑр, нумайланса пырӑр».

8 Унтан Турӑ Нойпа унӑн ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: 9 «Эпӗ сирӗнпе тата сирӗн йӑхран тухаканнисемпе килӗшӳ тӑватӑп 10 тата сирӗнпе пӗрле карапран тухнӑ мӗнпур чӗрчунпа: кайӑксемпе, выльӑхсемпе тата тискер чӗрчунсемпе — ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та килӗшӳ тӑватӑп. 11 Акӑ мӗнле килӗшӳ тӑватӑп: урӑх нихӑҫан та ҫынсемпе чӗрчунсене шывпа пӗтермӗп тата урӑх нихӑҫан та ҫӗре шыв илтерсе пӗтермӗп».

12 Турӑ ҫапла та каланӑ: «Эпӗ пулас ӑрусемшӗн сирӗнпе тата мӗнпур чӗрчунпа килӗшӳ тунине кӑтартакан паллӑ ҫакӑ: 13 эпӗ пӗлӗтре асамат кӗперӗ каратӑп. Вӑл манпа ҫӗр хушшинче тунӑ килӗшӗвӗн палли пулӗ. 14 Эпӗ ҫӗр ҫийӗн пӗлӗтсем пуҫтарсан, вӗсем хушшинче асамат кӗперӗ курӑнӗ. 15 Ҫавӑн чухне эпӗ сирӗнпе тата мӗнпур чӗрчунпа хам тунӑ килӗшӗве аса илӗп. Вара шыв ҫынсемпе чӗрчунсене урӑх нихӑҫан та пӗтермӗ. 16 Пӗлӗтре асамат кӗперӗ тухсан, эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа ҫынсем хушшинче тата мӗнпур чӗрчун хушшинче тунӑ ӗмӗрхи килӗшӗве аса илӗп».

17 Турӑ Ноя тепре каланӑ: «Ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемпе тата мӗнпур чӗрчунпа хам тунӑ килӗшӗвӗн палли».

18 Карапран тухнӑ Нойӑн ывӑлӗсене Сим, Хам тата Иафе́т тесе чӗннӗ. Каярахпа Хамӑн Ханаа́н ҫуралнӑ. 19 Нойӑн ҫак виҫӗ ывӑлӗнчен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнакан ҫынсем пулса кайнӑ.

20 Ной ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ та виноград пахчи лартса ӳстернӗ. 21 Пӗррехинче вӑл хӗрлӗ эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе кайнӑ, вара хӑйӗн чатӑрӗнче ҫарамас выртнӑ. 22 Хам, Ханаа́н ашшӗ, хӑйӗн ашшӗне ҫарамас курнӑ та тухса ҫавӑн пирки пӗртӑванӗсене, Симпа Иафета, каласа панӑ. 23 Вара Симпа Иафе́т тумтир илнӗ те ӑна хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса чатӑра ҫурӑмпа ҫаврӑнса кӗнӗ. Ашшӗне витнӗ чухне вӗсем айккинелле пӑхнӑ, ҫавӑнпа ашшӗн ҫарамасне курман.

24 Ной, урӑлса ҫитсен, вӑраннӑ та хӑйӗнпе кӗҫӗн ывӑлӗ мӗн тунине пӗлнӗ. 25 Вӑл ҫапла каланӑ:

— Ханаана ылхан ҫиттӗр!

Вӑл хӑйӗн тӑванӗсен чи мӗскӗн чури пултӑр.

26 Ҫапла та каланӑ:

— Иеговӑна, Симӑн Туррине, мухтав пултӑр!

Ханаан Симӑн чури пулса тӑтӑр.

27 Турӑ Иафета нумай ҫӗр патӑр

Тата Иафе́т Симӑн чатӑрӗсенче пурӑнтӑр.

Ханаа́н унӑн чури те пулса тӑтӑр.

28 Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Ной тата 350 ҫул пурӑннӑ. 29 Пурӗ Ной 950 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ.

10 Акӑ Ной ывӑлӗсен — Симӑн, Хамӑн тата Иафе́тӑн — йӑх-кӑкӗ.

Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн вӗсен ывӑлсем ҫуралнӑ. 2 Иафе́т ывӑлӗсем: Гоме́р, Маго́г, Мада́й, Иава́н, Фува́л, Меше́х тата Фира́с.

3 Гоме́р ывӑлӗсем: Аскена́з, Рифа́т тата Фога́рма.

4 Иава́н ывӑлӗсем: Ели́са, Фарси́с, Китти́м тата Додани́м.

5 Вӗсенчен утравсем ҫинче пурӑнакансем пулса кайнӑ. Вӗсем хӑйсем мӗнле чӗлхепе калаҫнине кура, мӗнле ҫемьерен тата мӗнле халӑхран пулнине кура хӑйсен ҫӗрӗсенче пурӑнма вырнаҫнӑ.

6 Хам ывӑлӗсем: Куш, Мицраи́м, Фут тата Ханаа́н.

7 Куш ывӑлӗсем: Се́ва, Хави́ла, Са́вта, Раа́ма тата Савте́ха.

Раа́ма ывӑлӗсем: Са́ва тата Деда́н.

8 Кушӑн Ни́мрод ҫуралнӑ. Ни́мрод ҫӗр ҫинче хӑватлӑ ҫынсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. 9 Вӑл Иеговӑна хирӗҫ тӑракан вӑйлӑ сунарҫӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: «Эсӗ Ни́мрод пек — Иеговӑна хирӗҫ тӑракан вӑйлӑ сунарҫӑ». 10 Ун патшалӑхӗнчи малтанхи хуласем Сеннаа́р ҫӗрӗнчи Вавилон, Эре́х, Акка́д тата Ха́лне пулнӑ. 11 Ҫав ҫӗртен Ассирие кайса вӑл Нине́ви, Реховофи́р, Кала́х хулисене 12 тата Калахпа Нине́ви хушшинче Ресе́н хулине туса лартнӑ. Ку* аслӑ хула.

13 Мицраи́мӑн Луди́м, Анами́м, Легави́м, Нафтухи́м, 14 Патруси́м, Каслухи́м (унран филистимсем пулса кайнӑ) тата Кафтори́м* ҫуралнӑ.

15 Ханаа́нӑн Сидо́н, унӑн аслӑ ывӑлӗ, тата Хет ҫуралнӑ; 16 унсӑр пуҫне, унран иевусейсем, аморейсем, гергесейсем, 17 евейсем, аркейсем, синейсем, 18 арвадсем, цемарейсем тата хаматсем пулса кайнӑ. Каярахпа ханаансен ҫемйисем сапаланса кайнӑ. 19 Ханаансен ҫӗрӗн чикки Сидонран пуҫласа Га́за ҫумӗнчи Гера́р таран, ҫавӑн пекех Ла́ша ҫумӗнчи Содо́м, Гомо́рра, А́дма тата Севои́м таран пулнӑ. 20 Ҫаксем хӑйсен чӗлхипе калаҫакан, хӑйсен ҫемйисемпе тата халӑхӗсемпе хӑйсен ҫӗрӗсенче вырнаҫнӑ Хам ывӑлӗсем.

21 Симӑн та, Иафе́т шӑллӗн*, ачасем ҫуралнӑ. Сим Еве́рӑн пур ывӑлӗн те мӑн аслашшӗ пулнӑ. 22 Сим ывӑлӗсем: Эла́м, Ассу́р, Арфакса́д, Луд тата Ара́м.

23 Ара́м ывӑлӗсем: Уц, Хул, Гефе́р тата Маш.

24 Арфакса́дӑн Са́ла ҫуралнӑ, Салӑн Еве́р ҫуралнӑ.

25 Еве́рӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗри Фале́к* ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче пурӑнакансем сапаланса кайнӑ*. Унӑн пӗртӑванне Иокта́н тесе чӗннӗ.

26 Иокта́нӑн Алмода́д, Шале́ф, Хацармаве́ф, Иера́х, 27 Гадора́м, Уза́л, Ди́кла, 28 Ова́л, Авимаи́л, Са́ва, 29 Офи́р, Хави́ла тата Иова́в ҫуралнӑ. Кусем пурте Иокта́н ывӑлӗсем.

30 Вӗсем пурӑнакан ҫӗр Месӑран пуҫласа Хӗвелтухӑҫри сӑртлӑ-туллӑ Сефа́р таран тӑсӑлса выртнӑ.

31 Ҫаксем хӑйсен чӗлхипе калаҫакан, хӑйсен ҫемйисемпе тата халӑхӗсемпе хӑйсен ҫӗрӗсенче вырнаҫнӑ Сим ывӑлӗсем.

32 Кусем Ной ывӑлӗсен ҫемйисем, вӗсен ҫемйисене йӑхсем тата халӑхсем тӑрӑх каласа тухнӑ. Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫийӗпе саланнӑ халӑхсем вӗсенчен пулса кайнӑ.

11 Ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинче мӗнпур ҫын пӗр чӗлхепе калаҫнӑ, пур ҫын та пӗр сӑмахсемпех усӑ курнӑ. 2 Ҫынсем тухӑҫалла кайса Сеннаа́р ҫӗрӗнче тӳремлӗх тупнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ. 3 Вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Айтӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер». Чул вырӑнне вӗсен кирпӗч, раствор вырӑнне асфальт* пулнӑ. 4 Кайран вӗсем ҫапла каланӑ: «Айтӑр хамӑр валли хула туса лартар та тӳпене ҫити башня тӑвар, вара хамӑр ята чапа кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр».

5 Иегова ҫынсем тӑвакан хулапа башня ҫине пӑхма аннӑ. 6 Кайран Иегова ҫапла каланӑ: «Вӗсем пурте пӗр халӑх, вӗсен пӗр чӗлхе. Акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ вӗсем. Вӗсем хӑйсем мӗн шутласа хунине пурне те туса ҫитерме пултарӗҫ. 7 Анар та, вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланма пӑрахчӑр тесе, вӗсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарса ярар*». 8 Иегова вӗсене ҫав вырӑнтан пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сапаласа янӑ, вара вӗсем хула тума пӑрахнӑ. 9 Ҫавӑнпа та ҫав хулана Вавилон* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен унта Иегова ҫынсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарма пуҫланӑ* тата ҫавӑнтан Иегова вӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сапаласа янӑ.

10 Акӑ Симӑн йӑх-кӑкӗ.

Сим 100 ҫулта пулнӑ чухне, ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсен, унӑн Арфакса́д ҫуралнӑ. 11 Арфакса́д ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сим тата 500 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

12 Арфакса́д 35 ҫул пурӑннӑ, вара унӑн Са́ла ҫуралнӑ. 13 Са́ла ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфакса́д тата 403 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

14 Са́ла 30 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Еве́р ҫуралнӑ. 15 Еве́р ҫуралнӑ хыҫҫӑн Са́ла тата 403 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

16 Еве́р 34 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фале́к ҫуралнӑ. 17 Фале́к ҫуралнӑ хыҫҫӑн Еве́р тата 430 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

18 Фале́к 30 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Рага́в ҫуралнӑ. 19 Рага́в ҫуралнӑ хыҫҫӑн Фале́к тата 209 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

20 Рага́в 32 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Серу́х ҫуралнӑ. 21 Серу́х ҫуралнӑ хыҫҫӑн Рага́в тата 207 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

22 Серу́х 30 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахо́р ҫуралнӑ. 23 Нахо́р ҫуралнӑ хыҫҫӑн Серу́х тата 200 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

24 Нахо́р 29 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фа́рра ҫуралнӑ. 25 Фа́рра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахо́р тата 119 ҫул пурӑннӑ. Унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

26 Фа́рра 70 ҫул пурӑннӑ та, унӑн Авра́м, Нахо́р тата Ара́н ҫуралнӑ.

27 Акӑ Фаррӑн йӑх-кӑкӗ.

Фаррӑн Авра́м, Нахо́р тата Ара́н ҫуралнӑ, Ара́нӑн вара Лот ҫуралнӑ. 28 Ара́н хӑйӗн ашшӗ Фа́рра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ хулара, Халдейӑри Ур хулинче, вилнӗ. 29 Аврампа Нахо́р хӑйсем валли арӑмсем илнӗ. Авра́мӑн арӑмӗ Са́ра ятлӑ пулнӑ, Нахо́рӑн — Ми́лка. Ара́н Милкӑпа Искӑн ашшӗ пулнӑ. 30 Са́ра ача тӑвайман, унӑн ачасем пулман.

31 Фа́рра хӑйӗн ывӑлӗпе Аврампа пӗрле, мӑнукӗпе — Ара́н ывӑлӗпе Лотпа — пӗрле тата кинӗпе — Авра́мӑн арӑмӗпе Сарӑпа — пӗрле Халдейӑри Ур хулинчен тухса Ханаа́н ҫӗрне кайнӑ. Пӗр вӑхӑт иртсен вӗсем Харрана ҫитнӗ те унта пурӑнма пуҫланӑ. 32 Фа́рра 205 ҫул пурӑннӑ, вара Харранра вилнӗ.

12 Иегова Аврама ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн ҫӗре, тӑванусене тата аҫун килне хӑвар та эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай. 2 Эпӗ санран аслӑ халӑх тухмалла тӑвӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна асла кӑларӑп, тата эсӗ ыттисемшӗн пиллӗх пулса тӑрӑн. 3 Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп. Сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ».

4 Хӑйне Иегова каланӑ пек, Авра́м ҫула тухнӑ, унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Авра́м 75 ҫулта пулнӑ. 5 Авра́м хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн пӗртӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра хӑйсемпе пӗрле пулнӑ тарҫисене илсе Ханаана кайнӑ. Вӗсем Ханаа́н ҫӗрне ҫитсен, 6 Авра́м ҫав ҫӗр тӑрӑх кайнӑ та Море́ текен вырӑнти пысӑк йывӑҫсем ҫумӗнчи Сихема ҫитнӗ. Ун чухне ҫав ҫӗрте ханаансем пурӑннӑ. 7 Иегова Аврама курӑннӑ та: «Эпӗ ҫак ҫӗре сан йӑхна* парӑп», — тенӗ. Ҫавӑнпа Авра́м хӑйне Иегова курӑннӑ вырӑнта ун валли парне вырӑнӗ туса лартнӑ. 8 Кайран вӑл унтан Вефильтен тухӑҫалла вырнаҫнӑ сӑрт-тусем ҫине кайса Вефильпе Гай хушшинче чатӑр карса лартнӑ: Вефи́ль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ. Вӑл унта Иегова валли парне вырӑнӗ туса лартнӑ та Иеговӑна ятран чӗнсе пуҫҫапнӑ. 9 Унтан Авра́м чатӑрӗсене пуҫтарнӑ та тӗрлӗ вырӑнта чарӑна-чарӑна Неге́в еннелле кайнӑ.

10 Ханаа́н ҫӗрӗнче выҫлӑх пуҫланнӑ, вара Авра́м Египета кайнӑ. Выҫлӑх алхаснӑран вӑл унта пӗр вӑхӑт пурӑнас тенӗ. 11 Египета ҫывхарса пынӑ чухне вӑл хӑйӗн арӑмне Сарӑна ҫапла каланӑ: «Итле—ха мана. Эсӗ хитре хӗрарӑм. 12 Египет ҫыннисем сана курсан эсӗ манӑн арӑм пулнине ӑнланса илӗҫ. Вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ. 13 Ҫавӑнпа вӗсене эсӗ манӑн йӑмӑк тесе кала, тархасшӑн. Вара манпа нимӗн те пулса тухмӗ, эпӗ чӗрӗ юлӑп».

14 Авра́м Египета ҫитсен, Египет ҫыннисем Са́ра питӗ хитре пулнине курнӑ. 15 Фараонӑн кнеҫӗсем те Сарӑна асӑрханӑ. Вӗсем ӑна фараон умӗнче мухтама пуҫланӑ, ҫавӑнпа ӑна фараонӑн ҫуртне илсе пынӑ. 16 Сарӑна пула фараон Аврампа ырӑ пулнӑ, ӑна сурӑхсем, вӑкӑрсем, ашаксем, тӗвесем тата тарҫӑсем панӑ. 17 Анчах Иегова Сарӑшӑн, Авра́м арӑмӗшӗн, фараон ҫине те, унӑн килӗнчисем ҫине те хӑрушӑ чирсем* янӑ. 18 Вара фараон Аврама чӗннӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ манпа мӗн туса хутӑн? Вӑл санӑн арӑму иккенне мана мӗншӗн каламарӑн? 19 Мӗншӗн эсӗ вӑл манӑн йӑмӑк терӗн? Эпӗ ӑна хамӑн арӑм тӑвас шутлӑччӗ. Акӑ санӑн арӑму. Илсе кай ӑна!» 20 Вара фараон хӑйӗн тарҫисене Аврама хӑйӗн арӑмӗпе, тарҫисемпе тата ытти мӗн пуррипе пӗрле Египетран кӑларса яма хушнӑ.

13 Авра́м хӑйӗн мӗн пуррипе, арӑмӗпе тата Лотпа пӗрле Египетран Негева кайнӑ. 2 Авра́м выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен те, ылтӑн-кӗмӗл тӗлӗшӗнчен те питӗ пуян пулнӑ. 3 Негевран Вефи́ль патнелле кайнӑ чухне вӑл, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫа-куҫа, Вефильпе Гай хушшинчи вырӑна ҫитнӗ. Ҫав вырӑнта унччен вӑл чатӑр лартнӑ пулнӑ 4 тата парне вырӑнӗ тунӑ пулнӑ. Унта Авра́м Иеговӑна ятран чӗнсе пуҫҫапнӑ.

5 Аврампа пӗрле ҫӳренӗ Лотӑн та сурӑхсем, шултра выльӑх тата чатӑрсем пулнӑ. 6 Пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑран вӗсене пӗрле пурӑнма ҫӗр ҫитмен. 7 Ҫавна пула Авра́мӑн кӗтӳҫисемпе Лотӑн кӗтӳҫисем хирӗҫме пуҫланӑ. (Ҫавӑн чухне ҫав ҫӗрте ханаансемпе ферезейсем пурӑннӑ.) 8 Вара Авра́м Лота ҫапла каланӑ: «Пирӗн хушӑра хирӗҫӳ ан пултӑрччӗ, эпир тӑвансем вӗт. Пирӗн кӗтӳҫсем те ан хирӗҫчӗр. 9 Пӗтӗм ҫӗр сан умӑнта. Тархасшӑн, уйрӑлса кай манран. Эсӗ сулахаялла кайсан, эпӗ сылтӑмалла кайӑп. Эсӗ сылтӑмалла кайсан, эпӗ сулахаялла кайӑп». 10 Лот тавралла пӑхнӑ та пӗтӗм Иорда́н тӳремлӗхӗ*, Сигора ҫитичченех, Иеговӑн сачӗ пек тата Египет ҫӗрӗ пек лайӑх шӑварӑнса тӑнине курнӑ. (Ҫакӑ Иегова Содомпа Гоморрӑна тӗп тӑвиччен пулнӑ.) 11 Лот хӑйне валли ҫав пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла кайнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑ. 12 Авра́м Ханаанра пурӑнма юлнӑ, Лот вара Иорда́н тӳремлӗхӗнчи хуласем ҫумӗнче пурӑнма пуҫланӑ. Юлашкинчен вӑл Содо́м ҫумӗнче чатӑр лартнӑ. 13 Содо́м ҫыннисем усал пулнӑ, Иегова умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ.

14 Лот кайнӑ хыҫҫӑн Иегова Аврама ҫапла каланӑ: «Хӑв тӑнӑ вырӑнтан йӗри-тавралла — ҫурҫӗрелле, кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата анӑҫалла — пӑх-ха. 15 Эсӗ куракан пӗтӗм ҫӗре эпӗ сана тата санӑн йӑхна* ӗмӗрлӗхе парӑп. 16 Эпӗ санӑн йӑхна ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчисем чухлӗ тӑвӑп. Ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчисене никам та шутласа кӑлараяс ҫук, ҫавӑн пекех санӑн йӑхран тухнисене те шутласа кӑлараймӗҫ. 17 Ҫак пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх утса тух, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна сана парӑп». 18 Авра́м чатӑрсенче пурӑннӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл Хевронри Ма́мрен пысӑк йывӑҫӗсем ҫумӗнче пурӑнма пуҫланӑ тата унта вӑл Иегова валли парне вырӑнӗ туса лартнӑ.

14 Ҫав кунсенче Сеннаа́р патши Амрафе́л, Елласа́р патши Арио́х, Эла́м патши Кедорлаоме́р тата Гои́м патши Фида́л 2 Содо́м патшипе Берӑпа, Гомо́рра патшипе Биршӑпа, А́дма патшипе Шинавпа, Севои́м патшипе Шемеверпа тата Бе́ла (урӑхла каласан, Сиго́р) патшипе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑннӑ. 3 Вӗсем пурте хӑйсен ҫарӗсене Сидди́м айлӑмӗнче (халӗ унта Тӑварлӑ тинӗс*) пуҫтарнӑ.

4 Вӗсем* Кедорлаоме́ршӑн 12 ҫул хушши ӗҫлесе тӑнӑ, 13-мӗш ҫулӗнче вара пӑлхав ҫӗкленӗ. 5 Ҫавӑнпа 14-мӗш ҫулӗнче Кедорлаоме́р тата унпа пӗрле пулнӑ патшасем пынӑ та Аштеро́ф-Карнаимра рефаимсене, Гамра зузимсене, Ша́ве-Кириафаимра эмимсене 6 тата хоррейсене ҫӗнтернӗ. Хоррейсене хӑйсен Сеи́р тӑвӗсенчен пуҫласа пушхир ҫумӗнчи Эл-Фара́н таран сарӑлса выртакан вырӑнта ҫӗнтернӗ. 7 Кайран вӗсем таврӑнса Эн-Мишпата (урӑхла каласан, Кадеса) ҫитнӗ те амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ярса илнӗ тата Хацацо́н-Фамарьте пурӑнакан аморейсене ҫӗнтернӗ.

8 Ҫав вӑхӑтра Содо́м патши, Гомо́рра патши, А́дма патши, Севои́м патши тата Бе́ла (урӑхла каласан, Сиго́р) патши вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ. Вӗсем Сидди́м айлӑмӗнче 9 Эла́м патшипе Кедорлаомерпа, Гои́м патшипе Фидалпа, Сеннаа́р патшипе Амрафелпа тата Елласа́р патшипе Ариохпа ҫапӑҫма пуҫланӑ. Тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ. 10 Сидди́м айлӑмӗнче асфальт* шӑтӑкӗсем нумай пулнӑ. Содомпа Гомо́рра патшисем тарнӑ чухне ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем вара сӑрт-тусем ҫине тарнӑ. 11 Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑран мӗнпур пурлӑхӗпе апат-ҫимӗҫне илсе кайнӑ. 12 Вӗсем Содомра пурӑнакан Лота та — Авра́мӑн пӗртӑванӗн ывӑлне — пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.

13 Ҫӑлӑнса юлнисенчен пӗри Авра́м еврей патне пынӑ та мӗн пулса иртнине веҫех каласа панӑ. Ҫав вӑхӑтра Авра́м аморе́й ҫыннин Ма́мрен — Эшколпа Ане́рӑн пӗртӑванӗн — пысӑк йывӑҫӗсем ҫумӗнче пурӑннӑ*. Ҫав ҫынсем Аврампа килӗшӳ тунӑ пулнӑ. 14 Ҫапла Авра́м хӑйӗн тӑванне тыткӑна илнине илтнӗ. Вара вӑл ҫапӑҫма вӗреннӗ арҫынсене — хӑй килӗнче ҫуралнӑ 318 тарҫӑна — пуҫтарнӑ та, тыткӑна илекенсене хӑваласа ҫитес тесе, Дана ҫитиех кайнӑ. 15 Ҫӗрле вӑл хӑйӗн ҫыннисене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пайланӑ та тӑшманӗсем ҫине тапӑнса вӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсене Дамаскран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Ховӑна ҫитиех хӑваласа кайнӑ. 16 Вӑл мӗнпур пурлӑха каялла тавӑрнӑ, хӑйӗн тӑванне Лота, унӑн пурлӑхне, хӗрарӑмсене тата тыткӑна илсе кайнӑ ытти ҫынсене те каялла тавӑрнӑ.

17 Авра́м Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне Содо́м патши ӑна кӗтсе илме Ша́ве айлӑмне, урӑхла каласан Патша айлӑмне, тухса тӑнӑ. 18 Сали́м патши Мелхиседе́к та Авра́м валли ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех илсе тухнӑ. Мелхиседе́к Чи Аслӑ Туррӑн священникӗ пулнӑ.

19 Вӑл Аврама пиллесе ҫапла каланӑ:

— Тӳпепе ҫӗре тунӑ Чи Аслӑ Турӑ

Аврама пиллетӗр.

20 Тата Чи Аслӑ Турра мухтав пултӑр!

Вӑл тӑшманусене сан аллуна пачӗ.

Вара Авра́м ӑна пӗтӗм тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне панӑ.

21 Ҫавӑн хыҫҫӑн Содо́м патши Аврама ҫапла каланӑ: «Ҫынсене мана пар, пурлӑха вара хӑвнах хӑвар». 22 Анчах Авра́м Содо́м патшине ҫапла каланӑ: «Ал ҫӗклесе Иегова умӗнче, тӳпепе ҫӗре тунӑ Чи Аслӑ Турӑ умӗнче, тупа тӑватӑп: 23 эпӗ санӑнне нимӗн те — ҫип те е сандалин чӗнне те — илмӗп, санӑн „эпӗ Аврама пуйтартӑм“ теме сӑлтав ан пултӑр. 24 Ман ҫынсем ҫинӗ апатсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Манпа пӗрле пынисем вара — Ане́р, Эшко́л тата Ма́мре — хӑйсен пайӗсене илччӗр».

15 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова Аврама курӑнура курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Ан хӑра, Авра́м, эпӗ санӑн щит. Санӑн награда питех те пысӑк пулӗ». 2 Авра́м каланӑ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа Иегова, эсӗ мана мӗн парӑн? Эпӗ халӗ те ачасӑр, манӑн мӗн пурри Дама́ск ҫыннине Елиезера юлӗ». 3 Авра́м тата ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана ачасем памарӑн, манӑн мӗн пурри ман килте пурӑнакан тарҫӑна юлӗ». 4 Анчах Иегова ӑна каланӑ: «Санӑн пурлӑху ҫак ҫынна мар, санӑн ывӑлна юлӗ».

5 Унтан вӑл Аврама тула илсе тухнӑ та каланӑ: «Тӳпе ҫине пӑх та, пултараятӑн пулсан, ҫӑлтӑрсене шутласа тух». Кайран ҫапла каланӑ: «Сан йӑхунтан тухнисем те ҫавӑн чухлех пулӗҫ». 6 Авра́м Иеговӑна ӗненнӗ, ҫавӑнпа Турӑ ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ. 7 Унтан Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ Иегова, ҫак ҫӗре сана парас тесе, сана халдейсен хулинчен, Уртан, илсе тухрӑм». 8 Авра́м каланӑ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа Иегова, ҫак ҫӗр манӑн пулассине манӑн мӗнле пӗлес?» 9 Турӑ ӑна каланӑ: «Виҫӗ ҫулхи тына, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил». 10 Авра́м вӗсене пурне те илнӗ те ҫурмаран касса пӗр пайне тепӗр пайне хирӗҫ хунӑ, кайӑксене ҫеҫ касман. 11 Пуснӑ выльӑхсем ҫине ҫӑткӑн кайӑксем вӗҫсе анма тытӑннӑ, анчах Авра́м вӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.

12 Хӗвел аннӑ чухне Авра́м тарӑн ыйха путнӑ. Ӑна хӑрушӑ сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ. 13 Вара Турӑ Аврама каланӑ: «Пӗлсе тӑр: сан йӑхунтан тухнисем ют ҫӗршывра пурӑнӗҫ, унта вӗсене чурасем тӑвӗҫ те 400 ҫул хушши хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ. 14 Анчах вӗсене чура туса хунӑ халӑха эпӗ наказани парӑп, вара сан йӑхунтан тухнисем ҫав ҫӗртен пысӑк пурлӑхпа тухса кайӗҫ. 15 Санӑн кун-ҫулу вӑрӑм пулӗ, чунра канӑҫлӑх туйса вилӗн, сана мӑн аслаҫусемпе пӗрле пытарӗҫ*. 16 Кунта вара сан йӑхунтан тухнисен тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ таврӑнӗ, мӗншӗн тесен аморейсене вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн наказани пама вӑхӑт ҫитмен-ха*».

17 Хӗвел анса питӗ тӗттӗм пулса тӑрсассӑн, тӗтӗм кӑларакан кӑмака курӑннӑ. Вара пуснӑ выльӑхсем хушшипе ҫунакан факел иртсе кайнӑ. 18 Ҫав кун Иегова Аврампа килӗшӳ туса ҫапла каланӑ: «Эпӗ санӑн йӑхна Египетри юханшывран пуҫласа аслӑ юханшыв таран, Евфра́т таран, сарӑлса выртакан ҫак ҫӗре парӑп — 19 кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен, 20 хетсен, ферезейсен, рефаимсен, 21 аморейсен, ханаансен, гергесейсен тата иевусейсен ҫӗрне парӑп».

16 Са́ра, Авра́мӑн арӑмӗ, ача тӑвайман. Унӑн Ага́рь ятлӑ тарҫӑ пулнӑ, вӑл Египет хӗрӗ пулнӑ. 2 Са́ра Аврама каланӑ: «Тархасшӑн, итле-ха мана! Иегова мана ача памасть. Ман тарҫӑпа выртса ҫывӑр. Тен, ман ун урлӑ ача пулӗ». Вара Авра́м Сарӑна итленӗ. 3 Са́ра Агаре — хӑйӗн тарҫине, Египет хӗрне — Аврама качча панӑ*. (Ҫав вӑхӑталла Авра́м Ханаанра 10 ҫул пурӑннӑ ӗнтӗ.) 4 Авра́м Агарьпе выртса ҫывӑрнӑ. Ага́рь, хӑйӗн ҫие юлнине пӗлсен, хӑйӗн хуҫине Сарӑна хисеплеми пулнӑ.

5 Са́ра Аврама каланӑ: «Сана пула эпӗ хӗн куратӑп. Эпӗ сана хамӑн тарҫӑна патӑм, вӑл вара, хӑйӗн ҫие юлнине пӗлсен, мана хисеплеми пулчӗ. Иксӗмӗрӗн хушшӑмӑртине Иегова татса патӑр». 6 Авра́м Сарӑна ҫапла каланӑ: «Сан тарҫу хӑвӑн аллунтах. Унпа мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту». Са́ра Агаре хурлама пуҫланӑ, вара лешӗ ун патӗнчен тухса тарнӑ.

7 Каярахпа Иеговӑн ангелӗ Агаре пушхирте, Сур патне илсе каякан ҫул ҫинчи ҫӑлкуҫ патӗнче, тӗл пулнӑ. 8 Ангел унран ыйтнӑ: «Ага́рь, Сарӑн тарҫи, эсӗ ӑҫтан килтӗн тата ӑҫта каятӑн?» Лешӗ хуравланӑ: «Эпӗ хамӑн хуҫаран Сарӑран таратӑп». 9 Иеговӑн ангелӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫу патне таврӑн та ӑна пӑхӑнса пурӑн». 10 Кайран Иеговӑн ангелӗ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сан йӑхунтан тухнисене питӗ йышлӑ тӑвӑп, вӗсене шутласа кӑларма та пулмӗ». 11 Иеговӑн ангелӗ тата ҫапла каланӑ: «Эсӗ йывӑр ҫын, санӑн ывӑл ҫуралӗ. Ӑна Измаи́л* тесе ят пар, мӗншӗн тесен Иегова сан асапу ҫинчен илтрӗ. 12 Сан ывӑлу хир ашакӗ* пек пулӗ. Вӑл пурне те хирӗҫ тӑрӗ, ӑна та пурте хирӗҫ тӑрӗҫ. Вӑл хӑйӗн пур тӑванӗнчен те уйрӑм пурӑнӗ*».

13 Ага́рь хӑй ӑшӗнче: «Нивушлӗ эпӗ кунта хама куракана куртӑм?» — тесе шутласа илнӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗнпе калаҫнӑ Иеговӑна: «Эсӗ — куракан Турӑ», — тенӗ. 14 Акӑ мӗншӗн ҫав ҫӑла Беэ́р-Лаха́й-Ро́и* теҫҫӗ. (Вӑл Кадеспа Бере́д хушшинче вырнаҫнӑ.) 15 Ага́рь Аврама ывӑл ҫуратса панӑ. Вара Авра́м ӑна Измаи́л тесе ят панӑ. 16 Ага́рь Аврама Измаила ҫуратса панӑ чухне Авра́м 86 ҫулта пулнӑ.

17 Авра́м 99 ҫулта пулнӑ чухне Иегова ӑна курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Эпӗ — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ. Мана итлесе пурӑн* тата пӗр айӑпсӑр пул. 2 Эпӗ санпа тунӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртӗп, санӑн йӑхна питех те йышлӑ тӑвӑп».

3 Ҫавна илтсен Авра́м ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, Турӑ вара ӑна малалла ҫапла каланӑ: 4 «Эпӗ санпа килӗшӳ турӑм, эсӗ нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑрӑн. 5 Малашне сана Авра́м* мар, Авраа́м* тесе чӗнӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ тӑвӑп. 6 Эпӗ санӑн йӑхна питех те йышлӑ тӑвӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ.

7 Эпӗ санпа тата сан йӑхун* пулас ӑрӑвӗсемпе тунӑ килӗшӗве, ӗмӗрхи килӗшӗве, пурнӑҫа кӗртӗп: эпӗ санӑн тата сан йӑхунтан тухнисен Турри пулӑп. 8 Эсӗ халӗ пурӑнакан ҫӗре, пӗтӗм Ханаа́н ҫӗрне, эпӗ сана, ютран килнӗскере, тата санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе парӑп тата вӗсен Турри пулӑп».

9 Турӑ Авраама ҫапла каланӑ: «Манпа тунӑ килӗшӗве тытса тӑр. Хӑв та тытса тӑр, сан йӑхун пулас ӑрӑвӗсем те тытса тӑччӑр. 10 Санӑн тата санӑн йӑхун тытса тӑмалли килӗшӳ, пирӗн хушӑри килӗшӳ, ҫакӑ: сирӗн хушӑри пур арҫыннӑн та ӳтне кастармалла*. 11 Сирӗн ӳт хӗррине кастармалла. Ҫакӑ эпӗ сирӗнпе килӗшӳ тунине кӑтартакан паллӑ пулӗ. 12 Санӑн килӳнте ҫуралнӑ кашни арҫын ачан ӳтне саккӑрмӗш кунне кастармалла. Ют халӑх ҫыннинчен укҫалла туяннин ӳтне те — сан йӑхунтан тухманнин ӳтне — кастармалла. Ҫакна сыпӑкран сыпӑка тумалла. 13 Сан килӳнте ҫуралнӑ кашни арҫыннӑн тата эсӗ укҫалла туяннӑ кашни арҫыннӑн ӳтне кастармалла. Сирӗн кӗлетке ҫинчи ҫак паллӑ манӑн килӗшӳ ӗмӗрхи килӗшӳ пулнине кӑтартса парӗ. 14 Ӳт хӗррине кастарман арҫынна вӗлермелле. Вӑл манпа тунӑ килӗшӗве пӑсать».

15 Унтан Турӑ Авраама ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн арӑмна Са́ра* тесе урӑх ан чӗн, мӗншӗн тесен халӗ ӑна Са́рра* тесе чӗнӗҫ. 16 Эпӗ ӑна пиллӗп те, вӑл сана ывӑл ҫуратса парӗ. Эпӗ ӑна пиллӗп, вара унран халӑхсем пулса кайӗҫ, халӑхсен патшисем тухӗҫ». 17 Ҫакна илтсен Авраа́м ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та, кулса ярса, хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Нивушлӗ 100 ҫулхи ҫыннӑн ача ҫуралӗ? Нивушлӗ Са́рра, 90 ҫулхи хӗрарӑм, ача ҫуратса парӗ?»

18 Авраа́м чӑн Турра ҫапла каланӑ: «Тархасшӑн, Измаила пиллесем!» 19 Турӑ каланӑ: «Са́рра, санӑн арӑму, сана ывӑл ҫуратса парӗ. Эсӗ ӑна Исаа́к* тесе ят парӑн. Эпӗ унпа килӗшӳ тӑвӑп. Ҫак килӗшӳ — ун йӑхӗ валли тунӑ ӗмӗрхи килӗшӳ. 20 Ҫапах та эсӗ Измаи́лшӑн ыйтнине эпӗ илтрӗм. Эпӗ ӑна пиллӗп, унӑн йӑхӗ питех те йышлӑ пулӗ. Вӑл 12 пуҫлӑхӑн ашшӗ пулса тӑрӗ. Эпӗ унран аслӑ халӑх тухмалла тӑвӑп. 21 Анчах килӗшӗве эпӗ Исаакпа тӑвӑп. Ӑна сана Са́рра тепӗр ҫул ҫак вӑхӑтрах ҫуратса парӗ».

22 Ҫавӑн хыҫҫӑн Турӑ Авраампа калаҫса пӗтернӗ те ун патӗнчен кайнӑ. 23 Вара Авраа́м хӑйӗн ывӑлне Измаила хӑйӗн килӗнче ҫуралнӑ арҫынсене тата укҫалла туяннӑ арҫынсене — хӑй килӗнчи арҫынсене пурне те пуҫтарнӑ та ҫав кунах, хӑйне Турӑ каланӑ пек, вӗсен ӳт хӗррине кастарнӑ. 24 Авраа́мӑн ӳт хӗррине кастарнӑ чухне вӑл 99 ҫулта пулнӑ. 25 Унӑн ывӑлӗн Измаи́лӑн ӳт хӗррине кастарнӑ чухне вара Измаи́л 13 ҫулта пулнӑ. 26 Авраампа унӑн ывӑлӗн Измаи́лӑн ӳтне ҫав кунах кастарнӑ. 27 Авраа́м килӗнчи пур арҫыннӑн та — ун килӗнче ҫуралнисен те, ют халӑх ҫыннисенчен укҫалла туяннисен те — ӳтне кастарнӑ.

18 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова Авраама Мамрери пысӑк йывӑҫсем хушшинче курӑннӑ. Лешӗ ун чухне чи шӑрӑх вӑхӑтра чатӑра кӗмелли вырӑн патӗнче ларнӑ. 2 Авраа́м хӑйӗнчен инҫех мар виҫӗ арҫын тӑнине курах кайнӑ. Вара вӗсене хирӗҫ чупса кайнӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 3 Вӑл каланӑ: «Иегова, эсӗ мана ырлатӑн пулсан, хӑвӑн тарҫун килне кӗрсе тух. 4 Шыв илсе килсе сирӗн урасене ҫуса яма ирӗк парсамӑр, унтан вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр. 5 Эсир хӑвӑрӑн тарҫӑ патне килтӗр, эппин, сире вӑй кӗтӗр тесе ҫӑкӑр илсе килем, кайран малалла каятӑр». Вӗсем: «Юрать, хӑв каланӑ пек ту», — тенӗ.

6 Авраа́м Са́рра патне чатӑра васканӑ, чатӑра кӗрсе ҫапла каланӑ: «Часрах, виҫӗ са́та* паха ҫӑнӑх ил те чуста ҫӑрса ҫӑкӑр пӗҫер». 7 Унтан Авраа́м хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та лайӑх пӑру суйласа илсе ӑна тарҫине панӑ. Лешӗ пӑрӑва хӑвӑрт пусса ӑна пӗҫерсе хатӗрленӗ. 8 Кайран Авраа́м ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑва илнӗ те вӗсене хӑнасем умне пырса лартнӑ. Лешӗсем ҫинӗ вӑхӑтра вӑл вӗсем ҫумӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ.

9 Вӗсем унран: «Санӑн арӑму Са́рра ӑҫта?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл: «Кунтах, чатӑрта», — тенӗ. 10 Вӗсенчен пӗри ҫапла каланӑ: «Эпӗ сан патна тепӗр ҫул ҫак вӑхӑтрах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл пулӗ». Са́рра ҫакна ҫав ҫын хыҫӗнче, чатӑра кӗмелли вырӑн патӗнче, итлесе тӑнӑ. 11 Авраампа Са́рра питӗ ватӑ пулнӑ, текех ӗнтӗ Са́рра ача тума пултарайман*. 12 Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ӑшӗнче кулса илнӗ те: «Манӑн ҫав савӑнӑҫа чӑнах та курмалла пулӗ-ши? Эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, манӑн хуҫамӑм та ватӑ», — тенӗ. 13 Вара Иегова Авраама ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн Са́рра кулса ячӗ? Мӗншӗн: „Эпӗ ҫуратма пултараятӑп-и вара, эпӗ ватӑ ӗнтӗ“, — терӗ? 14 Иегова тума пултарайманни пур-и вара? Эпӗ сан патна тепӗр ҫул ҫак вӑхӑтрах килсен, Саррӑн ывӑл пулӗ». 15 Са́рра хӑраса кайса: «Эпӗ кулман», — тенӗ. Анчах вӑл: «Ҫук, эсӗ култӑн», — тенӗ.

16 Арҫынсем ҫула тухма тӑрсан, Авраа́м вӗсене ӑсатма кайнӑ. Вӗсем Содо́м курӑнакан вырӑна ҫитнӗ. 17 Иегова ҫапла каланӑ: «Хам мӗн тума шут тытнине нивушлӗ Авраамран пытарӑп? 18 Авраамран аслӑ та хӑватлӑ халӑх тухӗ вӗт, тата ун урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ. 19 Вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене тата хӑйӗн йӑхӗнчен тухнисене пурне те Иегова вӗрентнӗ пек пурӑнма, тӗрӗссине тата тӳррине тума хуштӑр тесе эпӗ ӑна суйласа илтӗм*. Вара эпӗ, Иегова, Авраама панӑ сӑмаха пурнӑҫлӑп».

20 Унтан Иегова каланӑ: «Содомпа Гомо́ррӑн ҫылӑхӗ питӗ йывӑр. Ҫынсем вӗсем пирки хытӑ ӳпкелешеҫҫӗ. 21 Кайса тӗрӗслем: вӗсем пирки ӳпкелешни тӗрӗсех-ши, ҫав хулари ҫынсен ӗҫӗсем чӑнах та усал-ши? Манӑн ҫавна пӗлес килет».

22 Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫынсем Содома кайнӑ, Иегова вара Авраампа юлнӑ. 23 Авраа́м Турӑ патне пынӑ та: «Нивушлӗ эсӗ тӳрӗ ҫынна ҫылӑхлипе пӗрле пӗтерӗн? — тесе ыйтнӑ. — 24 Тен, унта 50 тӳрӗ ҫын пур. Нивушлӗ эсӗ вӗсене пӗтерӗн? Унта пурӑнакан 50 тӳрӗ ҫыншӑн ҫав хулари ҫынсене нивушлӗ каҫармӑн? 25 Эсӗ тӳрӗ ҫынна ҫылӑхлипе пӗрле нихӑҫан та пӗтерес ҫук, тӳрӗ ҫынна ҫылӑхлӑ ҫынна мӗн пулниех пулмӗ! Ун пекки пулма пултараймасть! Пӗтӗм ҫӗр Судйи тӗрӗс маррине тӑвӗ-и вара?» 26 Вара Иегова ҫапла каланӑ: «Эпӗ Содомра 50 тӳрӗ ҫын тупсан, вӗсемшӗн хулари ҫынсене пурне те каҫарӑп». 27 Авраа́м ҫапла каланӑ: «Иегова, эпӗ санпа калаҫма хӑйрӑм, хам вара тусан та кӗл. 28 Тен, 50 ҫын пулмашкӑн 5 ҫын ҫитмӗ? Нивушлӗ ҫавна пула пӗтӗм хулана пӗтерӗн?» Вӑл: «45 тӳрӗ ҫын тупӑнсан пӗтермӗп», — тенӗ.

29 Авраа́м: «Тен, унта 40 тӳрӗ ҫын тупӑнӗ», — тенӗ. Вӑл: «40 ҫыншӑн та ҫавна тумӑп», — тенӗ. 30 Авраа́м малалла каланӑ: «Иегова, тархасшӑн, ан тарӑхсам, мана татах калама парсамччӗ. Тен, унта 30 ҫын ҫеҫ тупӑнӗ». Вӑл: «30 ҫын тупӑнсан та ҫавна тумӑп», — тенӗ. 31 Авраа́м малалла каланӑ: «Иегова, тархасшӑн, мана тата калама парсамччӗ. Тен, унта 20 ҫын ҫеҫ тупӑнӗ». Вӑл: «20 ҫын тупӑнсан та хулана пӗтермӗп», — тенӗ. 32 Юлашкинчен Авраа́м каланӑ: «Иегова, тархасшӑн, ан тарӑхсам, мана тата тепӗр хут калама парсамччӗ. Тен, унта 10 ҫын ҫеҫ тупӑнӗ». Вӑл: «10 ҫын тупӑнсан та ҫавна тумӑп», — тенӗ. 33 Иегова Авраампа калаҫса пӗтернӗ те ун патӗнчен кайнӑ. Авраа́м вара килне таврӑннӑ.

19 Каҫхине икӗ ангел Содома пынӑ. Содо́м хапхи патӗнче Лот ларнӑ. Вӗсене курсан Лот ура ҫине тӑнӑ. Вӑл вӗсем патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 2 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Тархасшӑн, хӑвӑр тарҫӑн килне кӗрсе урӑрсене ҫӑвӑр, ҫӗр каҫӑр. Ирхине вара, ирех тӑрса, малалла ҫул тытӑр». Анчах та лешӗсем: «Ҫук, эпир хула тӳремӗнче ҫӗр каҫӑпӑр», — тенӗ. 3 Ҫапах Лот тархасласа чӗннӗрен вӗсем ун килне кӗнӗ. Вӑл вӗсем валли сӗтел тулли апат хатӗрленӗ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ, лешӗсем ҫинӗ.

4 Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содомри пур арҫын та — ватти те, вӗтти те — пурте пӗрле ҫурта хупӑрласа илнӗ. 5 Вӗсем кӑшкӑрса Лота ҫапла калама пуҫланӑ: «Паян каҫхине сан пата килнӗ ҫынсем ӑҫта? Кӑлар вӗсене пирӗн пата. Эпир вӗсемпе выртса ҫывӑратпӑр».

6 Вара Лот вӗсем патне тухнӑ та хӑй хыҫҫӑн алӑкне хупнӑ. 7 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Тархасшӑн, тӑвансем, усал ан тӑвӑр. 8 Манӑн икӗ хӗр пур. Вӗсем арҫынпа ҫывӑрса курман. Вӗсене сирӗн пата илсе тухма пултаратӑп. Вӗсемпе хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑвӑр, анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр, мӗншӗн тесен вӗсем ман патра хӑнара*, ман хӳтлӗхре». 9 Анчах та лешӗсем: «Пӑрӑн кунтан», — тенӗ. Ҫапла та каланӑ: «Эсӗ кунта ют ҫын. Пире вӗрентсе тӑрасшӑн-и тата? Эпир сана вӗсене хӗн кӑтартнинчен те ытларах хӗн кӑтартӑпӑр». Вӗсем Лота хӗстерме пуҫланӑ, алӑкне ҫӗмӗрсе кӗресшӗн пулнӑ. 10 Вара пӳртри арҫынсем Лота шала туртса кӗртнӗ те алӑка хупса хунӑ. 11 Тата вӗсем пӳрт алӑкӗ ҫумӗнче тӑракан арҫынсене — ватти-вӗтти таранах — суккӑрлатнӑ. Лешӗсем алӑк шыраса халтан кайнӑ.

12 Кайран ҫав икӗ арҫын Лота каланӑ: «Санӑн тата тӑвансем пур-и? Кӗрӗвӳсене, ывӑлусене, хӗрӳсене — хӑвӑн кам пур, пурне те хуларан илсе тух! 13 Эпир ҫак вырӑна тӗп тӑвӑпӑр, мӗншӗн тесен Иегова кунти ҫынсем пирки хытӑ ӳпкелешнине илтрӗ. Иегова пире ҫак хулана пӗтерме ячӗ». 14 Лот кайнӑ та хӑйӗн хӗрӗсене качча илес тенӗ кӗрӳшӗсене: «Часрах тухса кайӑр, Иегова ҫак хулана пӗтерет!» — тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳтленӗ пек туйӑннӑ.

15 Шуҫӑм ҫути палӑрма тытӑнсан, ангелсем Лота васкатма пуҫланӑ: «Арӑмупа хӑвӑн хӗрӳсене иккӗшне те часрах илсе тух кунтан. Ҫак хулана хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн пӗтернӗ чухне санӑн вилмелле ан пултӑр!» 16 Анчах лешӗ васкаман, вара ангелсем ӑна, арӑмне тата унӑн икӗ хӗрне аллинчен тытнӑ та хуларан илсе тухнӑ, мӗншӗн тесен Иегова ӑна хӗрхеннӗ. 17 Вӗсене илсе тухсан ангелсенчен пӗри: «Хӑвӑн пурнӑҫна ҫӑл! Ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара ниҫта та чарӑнса ан тӑр! Пӗтес мар тесе тусем ҫине тар!» — тенӗ.

18 Анчах та Лот вӗсене каланӑ: «Иегова, тархасшӑн, мана унта ан ярсам! 19 Эсӗ хӑвӑн тарҫуна хӗрхентӗн, манпа ҫав тери ырӑ пултӑн*, ман пурнӑҫа ҫӑлса хӑвартӑн. Анчах та эпӗ тусем ҫине тараймастӑп. Эпӗ хӑратӑп, мана унта инкек пырса ҫапӗ те, эпӗ вилсе выртӑп. 20 Кунта аякрах мар пӗчӗк хула пур. Мана ҫавӑнта тарма ирӗк парсам. Вӑл питӗ пӗчӗк хула. Вара эпӗ чӗрӗ юлӑп». 21 Вӑл каланӑ: «Юрать, эсӗ каланӑ пек тӑвӑп: эсӗ асӑннӑ хулана пӗтермӗп. 22 Васка! Ҫавӑнта тар, эсӗ унта ҫитмесӗр эпӗ нимӗн те тӑваймастӑп!» Ҫавӑнпа ҫав хулана Сиго́р* теме пуҫланӑ.

23 Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора ҫитнӗ. 24 Вара Иегова Содомпа Гомо́рра ҫине ҫумӑр ҫунӑ пек кӳкӗртпе вут-ҫулӑм ҫутарнӑ — ҫакӑ Иеговӑран, тӳперен пулнӑ. 25 Ҫапла вӑл ҫав хуласене пӗтернӗ — унти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур ҫынна тата ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине пӗтӗмпех тӗп тунӑ. 26 Лот арӑмӗ вара, ун хыҫӗнче пыраканскер, ҫаврӑнса пӑхнӑ* та — тӑварлӑ юпа пулса тӑнӑ.

27 Авраа́м ирхине ирех тӑрса хӑй Иегова умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ. 28 Вӑл Содомпа Гомо́рра еннелле тата пӗтӗм Иорда́н тӳремлӗхӗ* ҫине пӑхнӑ та курах кайнӑ — ҫӗр ҫинчен, пысӑк кӑмакаран* мӑкӑрланса тухнӑ пек, ҫӑра тӗтӗм хӑпарать. 29 Турӑ Лот пурӑннӑ вырӑнти хуласене пӗтернӗ чухне хӑй Авраама мӗн каланине манман — хӑй пӗтернӗ хуласенчен Лота илсе тухнӑ.

30 Каярахпа Лот хӑйӗн икӗ хӗрӗпе пӗрле Сигортан кайса тусем ҫинче пурӑнма пуҫланӑ, мӗншӗн тесен вӑл Сигорта пурӑнма хӑранӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ. 31 Аслӑ хӗрӗ кӗҫӗннине ҫапла каланӑ: «Пирӗн атте ватӑлнӑ ӗнтӗ, ыттисем пек качча тухса ача ҫуратма ҫак вырӑнта пире валли арҫын ҫук. 32 Аттене хӗрлӗ эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрса унӑн йӑхне тӑсар».

33 Ҫав каҫ вӗсем хӑйсен ашшӗне хӗрлӗ эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ те, аслӑ хӗрӗ унпа выртса ҫывӑрнӑ. Хӗрӗ хӑҫан унпа выртнине, хӑҫан тӑрса кайнине вӑл пӗлмен те. 34 Тепӗр кунне аслӑ хӗрӗ кӗҫӗннине ҫапла каланӑ: «Иртнӗ каҫ эпӗ аттепе выртса ҫывӑртӑм. Атя паян каҫхине те аттене хӗрлӗ эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер, вара эсӗ унпа выртса ҫывӑрӑн. Ҫапла аттен йӑхне тӑсӑпӑр». 35 Вӗсем ҫав каҫ та ашшӗне хӗрлӗ эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ те, кӗҫӗн хӗрӗ унпа выртса ҫывӑрнӑ. Хӗрӗ хӑҫан унпа выртнине, хӑҫан тӑрса кайнине вӑл пӗлмен те. 36 Ҫапла Лотӑн икӗ хӗрӗ те ашшӗпе ҫывӑрса йывӑр ҫын пулнӑ. 37 Аслӑ хӗрӗ ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Моа́в тесе ят панӑ. Моа́в хальхи моавсен ашшӗ шутланать. 38 Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Бен-А́мми тесе ят панӑ. Бен-А́мми хальхи аммонсен ашшӗ шутланать.

20 Авраа́м хӑйӗн лагерӗпе пӗрле Неге́в ҫӗрне кайнӑ та Кадеспа Сур хушшинче пурӑнма вырнаҫнӑ. Авраа́м Герарта пурӑннӑ чухне 2 каллех хӑйӗн арӑмӗ Са́рра пирки: «Вӑл манӑн йӑмӑк», — тенӗ. Вара Авимеле́х, Гера́р патши, тарҫисене Са́рра патне ярса ӑна хӑйӗн килне илсе килтернӗ. 3 Пӗр вӑхӑт иртсен Турӑ Авимелеха ҫӗрле тӗлӗкре курӑннӑ та ӑна: «Эсӗ вилетӗн, мӗншӗн тесен ҫак хӗрарӑма хӑвӑн килне илтӗн, вӑл вара урӑх ҫыннӑн арӑмӗ», — тенӗ. 4 Авимеле́х Саррӑпа выртса ҫывӑрман, ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ: «Иегова, нивушлӗ эсӗ айӑпсӑр* халӑха пӗтерӗн? 5 „Вӑл манӑн йӑмӑк“, — тесе Авраа́м мана хӑех каламарӗ-и? Са́рра та: „Вӑл манӑн пичче“, — темерӗ-и? Манӑн нимӗнле усал шухӑш та пулман, эпӗ айӑпа кӗмен». 6 Вара чӑн Турӑ ӑна тӗлӗкре ҫапла каланӑ: «Санӑн усал шухӑш пулманнине эпӗ пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана хама хирӗҫ ҫылӑх тума чартӑм — Саррӑна тӗкӗнме памарӑм. 7 Ҫав ҫынна арӑмне каялла тавӑрса пар, мӗншӗн тесен ҫав ҫын — пророк. Вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те — эсӗ пурӑнӑн. Ӑна каялла тавӑрса памасан, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, сан килтисем те вилӗҫ».

8 Авимеле́х ирхине ирех тӑнӑ та тарҫисене пурне те чӗнсе илсе хӑйӗн тӗлӗкне каласа панӑ, лешӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ. 9 Унтан Авимеле́х Авраама чӗнсе илсе ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ пирӗнпе мӗн турӑн? Эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк инкек кӑтартрӑн. Ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх турӑм эпӗ? Эсӗ тӗрӗс мар турӑн». 10 Авимеле́х Авраамран: «Мӗншӗн ҫапла турӑн?» — тесе ыйтнӑ. 11 Авраа́м ӑна каланӑ: «Эпӗ ҫак вырӑнта Турӑран хӑрамаҫҫӗ тата арӑма пула мана вӗлерӗҫ тесе шутларӑм. 12 Тата вӑл чӑнах та манӑн йӑмӑк. Пирӗн иксӗмӗрӗн те пӗр атте, анчах та аннесем — расна. Эпӗ ӑна качча илтӗм. 13 Турӑ мана атте килне хӑварса ҫула тухма хушсан, эпӗ Саррӑна ҫапла каларӑм: „Мана чунтан парӑнса юратнине кӑтартсам: эпир кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ санӑн пиччӳ тесе кала“».

14 Вара Авимеле́х сурӑхсем, шултра выльӑх, тарҫӑсем илнӗ те вӗсене Авраама панӑ тата ӑна арӑмне Саррӑна тавӑрса панӑ. 15 Авимеле́х ҫапла каланӑ: «Акӑ манӑн ҫӗр сан умӑнта. Хӑв ӑҫта пурӑнас тетӗн, ҫавӑнта пурӑн». 16 Саррӑна вара вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ санӑн пиччӳне 1 000 ше́кель* кӗмӗл паратӑп. Ҫакӑ санпа пӗрле пурӑнакансене те, ыттисене те эсӗ айӑплӑ маррине кӑтартакан паллӑ* пулӗ. Халӗ эсӗ намӑс курас ҫук». 17 Авраа́м чӑн Турра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелеха, унӑн арӑмӗпе хӗрарӑм чурисене сыватнӑ, вара вӗсен ачасем ҫуралма пуҫланӑ, 18 мӗншӗн тесен Саррӑшӑн, Авраа́м арӑмӗшӗн, Авимеле́х килӗнчи хӗрарӑмсене пурне те Иегова ачасем ҫуратмалла мар тунӑ пулнӑ.

21 Иегова хӑй каланине тунӑ — Са́рра ҫинчен аса илнӗ. Вара Иегова уншӑн хӑй мӗн тума сӑмах панине тунӑ. 2 Са́рра йывӑр ҫын пулса тӑнӑ та ватӑ Авраама, шӑпах Турӑ Авраама каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ҫуратса панӑ. 3 Авраа́м Са́рра ҫуратса панӑ ывӑлне Исаа́к тесе ят панӑ. 4 Турӑ хушнӑ пек, вӑл саккӑрмӗш кунне хӑйӗн ывӑлӗн Исаа́кӑн ӳтне кастарнӑ*. 5 Исаа́к ҫуралнӑ чухне Авраа́м 100 ҫулта пулнӑ. 6 Вара Са́рра каланӑ: «Турӑ мана кулмалла турӗ, ҫакӑн ҫинчен илтекенни кашниех манпа пӗрле кулӗ*». 7 Са́рра тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ, Авраа́мӑн арӑмӗ Са́рра ачасене кӑкӑр ӗмӗртӗп тесе кам шутлама пултарнӑ? Ҫав-ҫавах эпӗ ӑна, вӑл ватӑлса ҫитсессӗн, ывӑл ҫуратса патӑм».

8 Исаа́к пысӑклансан, ӑна кӑкӑр пӑрахтарнӑ кун Авраа́м пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 9 Са́рра Египет хӗрӗн Ага́рӗн ывӑлӗ — Ага́рь Авраама ҫуратса панӑ ывӑл — Исаакран мӑшкӑлласа кулнине асӑрханӑ. 10 Вара вӑл Авраама ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрарӑм чурана та, ун ывӑлне те хӑваласа яр, мӗншӗн тесен унӑн ывӑлӗ манӑн ывӑлпа Исаакпа пӗрле еткер илес ҫук!» 11 Авраама хӑйӗн ывӑлӗ пирки ҫакӑн пек калани питӗ килӗшмен. 12 Вара Турӑ Авраама каланӑ: «Са́рра арҫын ача ҫинчен тата хӗрарӑм чуру ҫинчен хӑвна мӗн каланишӗн ан кулян. Итле ӑна, мӗншӗн тесен сана пама шантарнӑ йӑх Исаакран тухӗ. 13 Анчах эпӗ хӗрарӑм чурун ывӑлӗнчен те аслӑ халӑх кӑларӑп, вӑл та сан ывӑлу вӗт».

14 Авраа́м ирех тӑнӑ та шыв тултарнӑ сӑран хутаҫпа ҫӑкӑр илсе Агаре панӑ. Ҫаксене веҫех вӑл Ага́рӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ывӑлӗпе пӗрле кӑларса янӑ. Вӑл тухса кайнӑ та Вирса́ви пушхирӗнче аташса ҫӳренӗ. 15 Сӑран хутаҫра шыв пӗтсен, вӑл ывӑлне тӗмӗ айӗнче пӑрахса хӑварнӑ. 16 Хӑй вара: «Хам ача вилнине курас марччӗ», — тесе ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ аякка кайса ларнӑ. Вара вӑл ҫавӑнта хытӑ макӑрса ларнӑ.

17 Турӑ Измаи́лӑн сассине илтнӗ, вара Турӑ ангелӗ тӳперен Агаре ҫапла каланӑ: «Мӗн пулчӗ, Ага́рь? Ан хӑра, Турӑ сан ывӑлун сассине илтрӗ. 18 Тӑр, ачуна ҫӗклесе тӑрат та ӑна ҫавӑтса ут. Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп». 19 Вара Турӑ Ага́рӗн куҫне уҫнӑ та, вӑл ҫӑл курнӑ. Ага́рь кайса сӑран хутаҫне шыв тултарнӑ, унтан ывӑлне ӗҫтернӗ. 20 Ача ӳснӗ, Турӑ унпа пӗрле пулнӑ. Измаи́л пушхирте пурӑннӑ, вӑл ухӑпа перекен пулса тӑнӑ. 21 Вӑл Фара́н пушхирӗнче пурӑннӑ, амӑшӗ ун валли Египетран арӑм илнӗ.

22 Ҫав вӑхӑтра Авраа́м патне Авимеле́х хӑйӗн ҫар пуҫлӑхӗпе Фихолпа пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те Турӑ санпа пӗрле. 23 Манпа та, ман ачасемпе те, ман мӑнуксемпе те хӑвна ултавлӑн тытмастӑн тесе тата, эпӗ санпа ырӑ пулнӑ пек, эсӗ те манпа тата ҫак ҫӗрте пурӑнакан ҫынсемпе ырӑ пулатӑн* тесе Турӑ умӗнче тупа ту». 24 Авраа́м: «Тупа тӑватӑп», — тенӗ.

25 Анчах та Авраа́м Авимелеха: «Санӑн тарҫусем манӑн ҫӑла туртса илнӗ», — тесе ӳпкелесе каланӑ. 26 Авимеле́х каланӑ: «Ҫакна кам тунине эпӗ пӗлместӗп. Эсӗ мана кун пирки каламан, эпӗ кун пирки паян анчах санран илтрӗм». 27 Вара Авраа́м сурӑхсемпе шултра выльӑх илнӗ те вӗсене Авимелеха панӑ, унтан вӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳ тунӑ. 28 Кӗтӗвӗнчи ҫичӗ сурӑх путеккине Авраа́м уйрӑммӑн тӑратнӑ. 29 Авимеле́х Авраамран: «Мӗншӗн эсӗ ҫичӗ сурӑх путеккине уйрӑм тӑратрӑн?» — тесе ыйтнӑ. 30 Авраа́м: «Эпӗ сана ҫак сурӑх путеккисене паратӑп, ҫакӑ ҫак ҫӑла эпӗ чавса кӑларнине кӑтартса патӑр», — тенӗ. 31 Авраа́м ҫав вырӑна Вирса́ви* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен вӗсем иккӗшӗ те унта тупа тунӑ. 32 Ҫапла вара вӗсем Вирсавире килӗшӳ тунӑ. Унтан Авимеле́х хӑйӗн ҫар пуҫлӑхӗпе Фихолпа филистимсен ҫӗрне таврӑннӑ. 33 Ҫавӑн хыҫҫӑн Авраа́м Вирсавире тамари́ск йывӑҫне лартнӑ та унта Иеговӑна, ӗмӗрхи Турра, ятран чӗнсе пуҫҫапнӑ. 34 Авраа́м филистимсен ҫӗрӗнче тата нумай вӑхӑт хушши пурӑннӑ.

22 Ҫавӑн хыҫҫӑн чӑн Турӑ Авраама тӗрӗсленӗ. Вӑл ӑна: «Авраа́м!» — тенӗ. Лешӗ: «Итлетӗп сана, Ҫӳлхуҫа!» — тенӗ. 2 Турӑ каланӑ: «Хӑвӑн ывӑлна, хӑв ҫав тери юратакан пӗртен-пӗр ывӑлна Исаака, ил те Мориа́ ҫӗрне кайса унта, эпӗ сана кӑтартас ту ҫинче, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнене кӳр».

3 Авраа́м ирхине ирех тӑрса ашакне йӗнерленӗ* те хӑйӗнпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ. Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, унтан хӑйне чӑн Турӑ каланӑ вырӑна кайнӑ. 4 Виҫҫӗмӗш кунне Авраа́м инҫетренех ҫав вырӑна курнӑ. 5 Авраа́м тарҫисене каланӑ: «Эсир ашакпа пӗрле ҫакӑнта юлӑр. Эпир вара ывӑлпа иксӗмӗр ҫавӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр».

6 Авраа́м пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме хатӗрленӗ вутта хӑйӗн ывӑлӗн Исаа́кӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, кайран шӗл-кӑварпа* ҫӗҫӗ илнӗ те, вӗсем кайнӑ. 7 Исаа́к хӑйӗн ашшӗне Авраама: «Атте!» — тенӗ. Лешӗ: «Мӗн, ывӑлӑм?» — тенӗ. Исаа́к малалла каланӑ: «Пирӗн шӗл-кӑвар та, вутӑ та пур, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме сурӑхӗ ӑҫта вара?» — 8 «Парне кӳме сурӑхне Турӑ парӗ, ывӑлӑм», — тенӗ Авраа́м. Вара вӗсем малалла кайнӑ.

9 Акӑ вӗсем чӑн Турӑ Авраама кӑтартнӑ вырӑна ҫитнӗ. Авраа́м унта парне вырӑнӗ тунӑ, ун ҫине вутӑ хурса тухнӑ, хӑйӗн ывӑлӗн Исаа́кӑн алли-урине ҫыхса хунӑ та ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ. 10 Унтан Авраа́м ывӑлне вӗлерес тесе ҫӗҫӗ тытнӑ. 11 Анчах Иеговӑн ангелӗ ӑна тӳперен ҫапла каланӑ: «Авраа́м, Авраа́м!» Лешӗ: «Итлетӗп», — тенӗ. 12 Вӑл каланӑ: «Ывӑлна ан вӗлер, ӑна нимӗн те ан ту. Халӗ ӗнтӗ эсӗ Турӑран хӑранине* эпӗ пӗлетӗп, мӗншӗн тесен эсӗ маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр ывӑлна, шеллемерӗн». 13 Авраа́м аякрах мар чӑтлӑхра мӑйракисемпе ҫакланса ларнӑ сурӑх такине курнӑ. Вӑл кайса такана илсе килнӗ те ӑна ывӑлӗ вырӑнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнене кӳнӗ. 14 Авраа́м ҫав вырӑна Иегова-И́ре* тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: «Иегова хӑйӗн тӑвӗ ҫинче мӗн кирлине парӗ», — теҫҫӗ.

15 Иеговӑн ангелӗ каллех Авраампа тӳперен калаҫнӑ: 16 «„Хампа тупа тӑватӑп, — тет Иегова, — эсӗ ҫакна тунӑшӑн тата маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр ывӑлна, шеллеменшӗн 17 эпӗ сана пиллӗп, санӑн йӑхна* тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчисем пек йышлӑ тӑвӑп, санӑн йӑхунтан тухаканни* хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене* ярса илӗ. 18 Тата сан йӑхунтан тухаканни урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, мӗншӗн тесен эсӗ мана итлерӗн“».

19 Ҫавӑн хыҫҫӑн Авраа́м хӑйӗн тарҫисем патне таврӑннӑ та вӗсемпе пӗрле каялла Вирсавие кайнӑ. Авраа́м малалла та Вирсавире пурӑннӑ.

20 Пӗр вӑхӑт иртсен Авраа́м патне ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: «Ми́лка санӑн пиччӳне Нахора ывӑлсем ҫуратса панӑ: 21 аслӑ ывӑлне Уца, унӑн шӑллӗне Вуза, Кемуила (ку вӑл Ара́мӑн ашшӗ), 22 Кеседа, Хазона, Пилдаша, Идлафа тата Вафуила». 23 Вафуи́лӑн Реве́кка ҫуралнӑ. Ми́лка ҫак саккӑрӑшне Нахора, Авраа́мӑн пиччӗшне, ҫуратса панӑ. 24 Нахо́рӑн ҫум-арӑмӗ Реу́ма та ӑна Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахӑна ҫуратса панӑ.

23 Са́рра 127 ҫул пурӑннӑ, вара вилнӗ. 2 Вӑл Ханаа́н ҫӗрӗнче, Кириа́ф-Арбара, урӑхла каласан Хевронра, вилнӗ. Авраа́м уншӑн хурланса йӗнӗ. 3 Унтан Авраа́м хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗнчен кайнӑ та Хет йӑхӗнчи ҫынсене ҫапла каланӑ: 4 «Эпӗ сирӗн хушшӑрта ютран килнӗ ҫын пек пурӑнатӑп. Мана тупӑклӑх валли вырӑн сутӑр, тархасшӑн, эпӗ унта хамӑн арӑма пытарӑп». 5 Хет йӑхӗнчисем Авраама ҫапла хуравланӑ: 6 «Итлесем, хуҫамӑр. Эсӗ Турӑ суйласа илнӗ пуҫлӑх* пулнине эпир куратпӑр. Эсӗ арӑмна пирӗн тупӑклӑхсенчен чи лайӑххинче пытарма пултаратӑн. Арӑмна пытармашкӑн вырӑн пама пирӗнтен никам та хирӗҫ пулмӗ».

7 Авраа́м ҫав ҫӗрте пурӑнакан Хет йӑхӗнчи ҫынсене пуҫ тайнӑ та 8 ҫапла каланӑ: «Хам арӑма ҫакӑнта пытарма ирӗк паратӑр пулсан, Цоха́р ывӑлӗнчен Ефронран маншӑн ыйтӑр, тархасшӑн: 9 вӑл мана хӑйӗн уйӗ хӗрринчи Махпе́ла текен хӑйӗн ҫӗр хӑвӑлне суттӑр. Манӑн пытармалли вырӑн пултӑр. Эпӗ ӑна сирӗн умӑрта тулли хакпа илӗп».

10 Ефро́н ҫавӑнтах, Хет йӑхӗнчи ытти ҫынсем хушшинче, ларнӑ пулнӑ. Вара вӑл Авраама вӗсем умӗнче тата хапха патӗнче пуҫтарӑннӑ мӗнпур ҫын умӗнче ҫапла каланӑ: 11 «Ҫук, хуҫамӑм, итле-ха. Эпӗ сана хамӑн уя та, унти ҫӗр хӑвӑлне те паратӑп. Эпӗ вӗсене сана хам халӑхри ҫынсем умӗнче паратӑп. Арӑмна унта пытар». 12 Вара Авраа́м ҫав ҫӗрте пурӑнакансене пуҫ тайнӑ та 13 вӗсем умӗнче Ефрона ҫапла каланӑ: «Итле—ха мана, тархасшӑн! Эпӗ санран уя тулли хакпа илӗп. Ҫак кӗмӗле ил манран, вара эпӗ унта хамӑн арӑма пытарма пултарӑп».

14 Ефро́н Авраама ҫапла каланӑ: 15 «Хуҫамӑм, итле-ха мана. Ҫак ҫӗр хакӗ — 400 ше́кель* кӗмӗл, анчах манпа саншӑн мӗнех вӑл? Арӑмна ҫавӑнта пытар». 16 Авраа́м Ефрона итлесе пӗтернӗ те ӑна лешӗ Хет йӑхӗнчи ҫынсем умӗнче мӗн чухлӗ кӗмӗл ыйтнӑ, ҫавӑн чухлӗ — купсасем йышӑннӑ виҫепе 400 ше́кель кӗмӗл — виҫсе панӑ. 17 Ҫапла вара Мамререн аякрах мар вырнаҫнӑ Махпелӑри Ефро́нӑн уйӗ — уйӗ те, ҫӗр хӑвӑлӗ те, уйри пур йывӑҫ та — 18 Авраа́мӑн пулса тӑнӑ. Ӑна вӑл Хет йӑхӗнчи ҫынсем умӗнче тата хула хапхи патӗнче пуҫтарӑннӑ мӗнпур ҫын умӗнче туяннӑ. 19 Ҫакӑн хыҫҫӑн Авраа́м хӑйӗн арӑмне Саррӑна Ханаа́н ҫӗрӗнче, Хевронра, Мамререн аякрах мар вырнаҫнӑ Махпе́ла уйӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарнӑ. 20 Ҫапла вара Хет йӑхӗнчи ҫынсем уя та, унти ҫӗр хӑвӑлне те Авраама тупӑклӑх валли панӑ.

24 Авраа́м ватӑлсах ҫитнӗ, Иегова ӑна пур енчен те пилленӗ. 2 Авраа́м хӑй килӗнчи чи аслӑ тарҫине, хӑйӗн пӗтӗм кил-йышне пӑхса тӑракан тарҫине, ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн аллуна ман пӗҫӗ айне хур та 3 ман тавра пурӑнакан ханаансен хӗрӗсем хушшинчен ман ывӑл валли арӑм илместӗп тесе Иеговӑпа, тӳпе Туррипе тата ҫӗр Туррипе, тупа ту. 4 Манӑн ҫӗре, ман тӑвансем патне, кайса манӑн ывӑл валли, Исаа́к валли, арӑм илсе кил».

5 Тарҫи ӑна каланӑ: «Хӗрӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмасан вара? Манӑн санӑн ывӑлна эсӗ ӑҫтан килнӗ, ҫав ҫӗре каялла илсе каймалла-и?» 6 Авраа́м ӑна каланӑ: «Ҫук. Манӑн ывӑла унта илсе ан кай. 7 Манпа калаҫнӑ тата мана атте килӗнчен, тӑвансен ҫӗрӗнчен тухса кайма хушнӑ тӳпе Турри Иегова мана: „Эпӗ ҫак ҫӗре санӑн йӑхна* парӑп“, — тесе тупа турӗ. Вӑл сан умӑнтан хӑйӗн ангелне ярӗ, вара эсӗ ман ывӑл валли унтан арӑм илсе килӗн. 8 Хӗрӗ санпа пӗрле пырасшӑн пулмасан, санӑн хӑв тупа тунине пурнӑҫламалла пулмӗ. Анчах манӑн ывӑла каялла унта илсе ан кай». 9 Вара тарҫи хӑйӗн аллине Авраа́мӑн, хӑйӗн хуҫин, пӗҫҫи айне хунӑ та тупа тунӑ.

10 Унтан тарҫи хӑйӗн хуҫин 10 тӗвине тата тӗрлӗ парнесем илнӗ те Месопотамие, Нахо́р хулине, тухса кайнӑ. 11 Вӑл хула тулашӗнчи ҫӑл патне ҫитсен, тӗвисене унта канма чарса тӑратнӑ. Ҫакӑ каҫалапа, хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, пулнӑ. 12 Вӑл кӗлтуса ҫапла ыйтнӑ: «Иегова, манӑн хуҫан Авраа́мӑн Турри, манӑн хуҫана Авраама чунтан парӑнса юратнине кӑтартсам, эпӗ ыйтнине тусам. 13 Акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хулари хӗрсем шыв ӑсма килеҫҫӗ. 14 Эпӗ хӗрсенчен пӗрне: „Кӑкшӑмна антарса мана шыв ӗҫтерсем“, — тесе каласассӑн, вӑл вара мана: „Ӗҫех, эпӗ санӑн тӗвӳсене те шӑварӑп“, — тесе хуравласассӑн, эсӗ ӑна хӑвӑн ӗҫлекенӳ валли, Исаа́к валли, суйласа илнине тата манӑн хуҫана чунтан парӑнса юратнине пӗлӗп эпӗ».

15 Вӑл каласа та пӗтереймен — хуларан хулпуҫҫийӗ ҫинче кӑкшӑм йӑтса Реве́кка тухнӑ. Реве́кка Вафуи́лӑн хӗрӗ пулнӑ, Вафуи́л Ми́лкӑн ывӑлӗ пулнӑ, Ми́лка вара Нахо́рӑн, Авраа́м пиччӗшӗн, арӑмӗ пулнӑ. 16 Хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, вӑл арҫынпа ҫывӑрса курман. Вӑл ҫӑл патне аннӑ та кӑкшӑмне тултарса каялла хӑпарнӑ. 17 Авраа́мӑн тарҫи ӑна хирӗҫ чупса пырса: «Мана хӑвӑн кӑкшӑмунтан кӑштах шыв ӗҫтерсем», — тенӗ. 18 Хӗр: «Ӗҫех, хуҫамӑм», — тенӗ. Вара часах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарса аллине тытнӑ та Авраа́м тарҫине шыв ӗҫтернӗ. 19 Ӑна ӗҫтерсен, хӗр ҫапла каланӑ: «Эпӗ сан тӗвӳсем валли те, вӗсем ӗҫсе тӑраничченех, шыв ӑсса парӑп». 20 Вӑл часах кӑкшӑмри шыва валашкана янӑ та ҫӑл патне чупа-чупа кайса тӗвесем валли шыв ӑсса панӑ. 21 Ҫав хушӑра тарҫӑ пӗр чӗнмесӗр ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ: хӑйӗн ҫулне Иегова пиллерӗ-ши, пиллемерӗ-ши тесе ӑнланасшӑн пулнӑ.

22 Тӗвесем ӗҫсе тӑрансан, тарҫӑ ӑна ҫур ше́кель* таякан ылтӑн сӑмса унки* тата 10 ше́кель* таякан икӗ ылтӑн ал сулли панӑ та 23 ҫапла ыйтнӑ: «Кала—ха, эсӗ камӑн хӗрӗ? Сан аҫун килӗнче пире валли ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши?» 24 Хӗр ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ Вафуи́лӑн хӗрӗ, Ми́лка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ». 25 Тата вӑл: «Пирӗн улӑм та пур, выльӑх апачӗ те нумай, ҫӗр каҫма та вырӑн пур», — тенӗ. 26 Вара тарҫӑ чӗркуҫленсе ларса Иеговӑна пуҫҫапнӑ та ҫапла каланӑ: 27 «Мухтав Иеговӑна, Авраа́м хуҫамӑн Туррине! Вӑл манӑн хуҫана чунтан парӑнса юратма пӑрахмасть, ӑна яланах шанчӑклӑ. Иегова мана хуҫан тӑванӗсен килне илсе ҫитерчӗ».

28 Хӗр чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен амӑшне тата ыттисене каласа панӑ. 29 Реве́ккӑн Лава́н ятлӑ пиччӗшӗ пулнӑ. Лава́н ҫӑл патӗнче тӑракан ҫын патне васкаса кайнӑ, 30 мӗншӗн тесен вӑл Реве́кка сӑмсинче ҫӗрӗ, аллисенче сулӑ пулнине курнӑ тата йӑмӑкӗ: «Ҫав ҫын мана ҫапла-ҫапла каларӗ», — тенине илтнӗ. Ҫавӑнпа Лава́н ҫав ҫынна хирӗҫ тухнӑ, леш ҫынни вара тӗвесемпе пӗрле ҫӑл патӗнчех тӑнӑ. 31 Лава́н ҫапла каланӑ: «Иегова пилленӗскер, манпа пӗрле пырсам, эсӗ кунта тӑни аван мар. Эпӗ пӳртре вырӑн хатӗрлесе хутӑм, сан тӗвӳсем валли те вырӑн пур». 32 Вара тарҫӑ пӳрте кӗнӗ. Вӑл* тӗвесем ҫине тиенӗ япаласене салтса антарнӑ та тӗвесем валли улӑмпа апат илсе пырса панӑ. Ҫав ҫынна тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ. 33 Анчах тарҫӑ, хӑйне апат ҫиме сӗнсен, ҫапла каланӑ: «Хам мӗншӗн килнине каласа памасӑр апат ҫиместӗп». Лава́н: «Каласа пар», — тенӗ.

34 Вара лешӗ каласа пама пуҫланӑ: «Эпӗ Авраа́мӑн тарҫи. 35 Иегова манӑн хуҫана питех те пиллерӗ, пуян турӗ. Вӑл ӑна сурӑхсемпе ӗнесем, кӗмӗлпе ылтӑн, арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ. 36 Ман хуҫамӑн арӑмӗ Са́рра, ватӑлса ҫитсессӗн, ӑна ывӑл ҫуратса пачӗ. Ман хуҫа хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне парӗ. 37 Хуҫа мана тупа тутарса ҫапла каларӗ: „Ман тавра пурӑнакан ханаансен хӗрӗсем хушшинчен ман ывӑл валли арӑм ан ил. 38 Ман аттем килне, ман тӑвансем патне, кайса манӑн ывӑл валли арӑм илсе кил“. 39 Эпӗ хуҫаран: „Хӗрӗ манпа пӗрле килесшӗн пулмасан вара?“ — тесе ыйтрӑм. 40 Вӑл мана ҫапла каларӗ: „Иегова — камшӑн эпӗ ӗҫлесе тӑратӑп*, ҫавӑ — сан умӑнтан хӑйӗн ангелне ярӗ, вӑл сана ҫак ӗҫре пиллӗ. Эсӗ ман ывӑл валли ман ҫемьерен тата ман атте килӗнчен арӑм илӗн. 41 Эсӗ ман тӑвансем патне кайсассӑн, вӗсем вара хӗрне памасассӑн, сан хӑв тупа тунине пурнӑҫламалла пулмӗ“.

42 Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитсен ҫапла каларӑм: „Иегова, Авраа́м хуҫамӑн Турри, енчен те эсӗ мана ҫак ӗҫре пиллетӗн пулсан, эпӗ ыйтнӑ пек пултӑрччӗ. 43 Акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп. Эпӗ шыв ӑсма килнӗ хӗрсенчен пӗрне: ,Мана хӑвӑн кӑкшӑмунтан шыв ӗҫтерсем‘, — тесессӗн, 44 вӑл вара мана: ,Ӗҫех, эпӗ сан тӗвӳсем валли те шыв ӑсса илсе килӗп‘, — тесе хуравласассӑн, эпӗ Иегова ӑна ман хуҫан ывӑлӗ валли суйласа илнине пӗлӗп“.

45 Эпӗ хам ӑшра ҫакна каласа та пӗтереймерӗм — акӑ хуларан хулпуҫҫийӗ ҫинче кӑкшӑм йӑтса Реве́кка тухрӗ. Вӑл ҫӑл патне анса шыв ӑсма пикенчӗ. Эпӗ ӑна: „Мана шыв ӗҫтерсем“, — терӗм. 46 Вӑл часах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарчӗ те: „Ӗҫех, эпӗ санӑн тӗвӳсене те шӑварӑп“, — терӗ. Эпӗ ӗҫрӗм, кайран вӑл манӑн тӗвесене те шӑварчӗ. 47 Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ унран: „Эсӗ камӑн хӗрӗ?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл: „Эпӗ Вафуи́лӑн хӗрӗ, Ми́лка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ“, — терӗ. Вара эпӗ унӑн сӑмсине ҫӗрӗ, аллисене сулӑсем тӑхӑнтартрӑм. 48 Унтан эпӗ чӗркуҫленсе ларса Иеговӑна пуҫҫапрӑм та Авраа́м хуҫамӑн Туррине Иеговӑна мухтавларӑм. Турӑ мана ман хуҫан тӑванӗн хӗрӗ патне илсе килчӗ, ҫапла ман хуҫан ывӑлӗ валли арӑм тупса пачӗ. 49 Халӗ ӗнтӗ калӑр, эсир манӑн хуҫана чунтан парӑнса юратнине тата ӑна шанчӑклӑ пулнине кӑтартма хатӗр-и? Хатӗр мар пулсан та калӑр, вара ман мӗн тумалли паллӑ пулӗ».

50 Лаванпа Вафуи́л ҫапла каланӑ: «Ку ӗҫ Иеговӑран. Ӑна татса пама* камах вара эпир? 51 Акӑ Реве́кка, илсе кай ӑна. Вӑл, Иегова каланӑ пекех, сан хуҫун ывӑлӗн арӑмӗ пулса тӑтӑр». 52 Ҫакна илтсен Авраа́мӑн тарҫи ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та Иеговӑна тав тунӑ. 53 Унтан тарҫӑ кӗмӗлрен, ылтӑнран тунӑ капӑрланмалли япаласем тата тумтирсем кӑларнӑ та Ревеккӑна панӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл унӑн пиччӗшӗпе амӑшне те хаклӑ парнесем панӑ. 54 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗнпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ те унтах ҫӗр каҫма юлнӑ.

Ирхине тӑрсассӑн вӑл: «Мана хуҫа патне ярӑр», — тенӗ. 55 Реве́ккӑн пиччӗшӗпе амӑшӗ ҫапла каланӑ: «Реве́кка пирӗнпе пӗрле тата 10 кун та пулин пурӑнтӑр, вара кайтӑр». 56 Вӑл вӗсене каланӑ: «Мана чарса ан тӑрӑр, Иегова мана ҫак ӗҫре пиллерӗ вӗт. Ярӑр мана, эпӗ хамӑн хуҫа патне каям». 57 Вара вӗсем: «Айтӑр хӗре чӗнер те хӑйӗнчен ыйтар», — тенӗ. 58 Вӗсем Ревеккӑна чӗнсе илнӗ те унран: «Ҫак ҫынпа каятӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл: «Каятӑп», — тенӗ.

59 Вӗсем Ревеккӑна, ӑна кӑкӑр ӗмӗртсе ӳстернӗ хӗрарӑма*, Авраа́мӑн тарҫине тата унпа пӗрле килнӗ ҫынсене янӑ. 60 Вӗсем Ревеккӑна пиллесе ҫапла каланӑ: «Реве́кка, санран пинӗ-пинӗпе* ача ҫуралтӑр. Сан йӑхунтан тухаканнисем* хӑйсен тӑшманӗсен хулисене* ярса илччӗр». 61 Унтан Ревеккӑпа унӑн хӗрарӑм тарҫисем тӗвесем ҫине ларса тарҫӑ хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫапла тарҫӑ Ревеккӑна илсе кайнӑ.

62 Исаа́к Неге́в ҫӗрӗнче пурӑннӑ. Пӗррехинче вӑл Беэ́р-Лаха́й-Ро́и таврашӗнчен таврӑннӑ. 63 Хӗвел аннӑ вӑхӑтра вӑл шухӑшлама уя тухнӑ. Вӑл пуҫне ҫӗкленӗ те тӗвесем килнине курах кайнӑ. 64 Реве́кка Исаака курсан тӳрех тӗве ҫинчен аннӑ. 65 Вӑл тарҫӑран: «Уйра пире хирӗҫ кам килет?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Ку манӑн хуҫа», — тенӗ. Вара Реве́кка пуҫне пӗркенчӗкпе витнӗ. 66 Тарҫӑ Исаака хӑй мӗн-мӗн тунине веҫех каласа панӑ. 67 Ҫавӑн хыҫҫӑн Исаа́к Ревеккӑна хӑйӗн амӑшӗн Саррӑн чатӑрне илсе кӗнӗ. Ҫапла Реве́кка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Исаа́к ӑна юратса пӑрахнӑ, вара амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӑпаннӑ.

25 Авраа́м хӑйне валли тепӗр арӑм илнӗ. Унӑн арӑмӗ Хетту́ра ятлӑ пулнӑ. 2 Арӑмӗ ӑна Зимрана, Иокшана, Медана, Мадиана, Ишбака тата Шуаха ҫуратса панӑ.

3 Иокша́нӑн Са́ва тата Деда́н ҫуралнӑ.

Деда́н ывӑлӗсем: Ашури́м, Летуши́м тата Леюми́м.

4 Мадиа́н ывӑлӗсем: Е́фа, Ефе́р, Хано́х, Ави́да тата Елда́га.

Кусем пурте Хетту́ра ывӑлӗсем.

5 Каярахпа Авраа́м хӑйӗн мӗн пуррине Исаака панӑ, 6 ҫум-арӑмӗсем ҫуратса панӑ ывӑлӗсене вара парнесем панӑ та, хӑй пурӑннӑ чухнех, хӑйӗн ывӑлӗнчен Исаакран уйӑрса тухӑҫ енчи ҫӗрсене янӑ. 7 Авраа́м пурӗ 175 ҫул пурӑннӑ. 8 Вӑл ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ*. 9 Унӑн ывӑлӗсем, Исаакпа Измаи́л, ӑна Ефро́нӑн уйӗнче — Хет ҫыннин Цоха́рӑн ывӑлӗн уйӗнче — Мамререн аякрах мар вырнаҫнӑ Махпе́ла ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарнӑ. 10 Ҫав уя Авраа́м Хет йӑхӗнчи ҫынсенчен туяннӑ пулнӑ. Авраама унта Саррӑпа юнашар пытарнӑ. 11 Авраа́м вилнӗ хыҫҫӑн Турӑ малалла та унӑн ывӑлне Исаака пиллесе тӑнӑ. Исаа́к Беэ́р-Лаха́й-Ро́и ҫумӗнче пурӑннӑ.

12 Акӑ Авраа́м ывӑлӗн Измаи́лӑн пурнӑҫӗ. Авраама ӑна Саррӑн тарҫи, Египет хӗрӗ Ага́рь, ҫуратса панӑ пулнӑ.

13 Акӑ Измаи́л ывӑлӗсен ячӗсем, вӗсен йӑхӗсене те ҫав ятсемпех чӗннӗ: Измаи́лӑн аслӑ ывӑлӗ Наваио́ф, кайран Кеда́р, Адбее́л, Мивса́м, 14 Ми́шма, Ду́ма, Ма́сса, 15 Хада́д, Фе́ма, Иету́р, Нафи́ш тата Ке́дма. 16 Кусем Измаи́лӑн ывӑлӗсем — йӑхсен 12 пуҫлӑхӗ. Вӗсем пурӑнакан ялсемпе лагерьсене те ҫак ятсенех панӑ. 17 Измаи́л 137 ҫул пурӑннӑ, вӑл вилнӗ те хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ. 18 Ун йӑхӗнчи ҫынсем Египетран аякрах мар вырнаҫнӑ Сур патӗнчи Хавилӑран пуҫласа Асси́ри таран чатӑрсенче пурӑннӑ. Вӗсем тӑванӗсемпе юнашар пурӑнма пуҫланӑ*.

19 Акӑ Авраа́м ывӑлӗн Исаа́кӑн пурнӑҫӗ.

Авраа́мӑн Исаа́к ҫуралнӑ. 20 Исаа́к Ревеккӑна — Падда́н-Арамри араме́й ҫыннин Вафуи́лӑн хӗрне, араме́й ҫыннин Лава́нӑн йӑмӑкне, — качча илнӗ чухне 40 ҫулта пулнӑ. 21 Исаа́к хӑйӗн арӑмӗшӗн Иеговӑран йӑлӑнса ыйтнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ача тӑвайман. Иегова вӑл йӑлӑнса ыйтнине илтнӗ, вара Реве́кка йывӑр ҫын пулнӑ. 22 Унӑн ывӑлӗсем ун варӗнчех пӗрне-пӗри тапкалама пуҫланӑ. Вӑл каланӑ: «Капла пулас пулсан, ман мӗншӗн пурӑнас?» Вара кун пирки Иеговӑран ыйтнӑ. 23 Иегова ӑна каланӑ: «Сан варунта икӗ халӑх. Санран икӗ халӑх пулса кайӗ. Пӗр халӑхӗ тепринчен вӑйлӑрах пулӗ, асли кӗҫӗннишӗн ӗҫлесе тӑрӗ».

24 Вӑхӑт ҫитсен вӑл йӗкӗрешсем ҫуратнӑ. 25 Малтанхи хӗп-хӗрлӗ тата питӗ ҫӑмламас ҫуралнӑ, ҫавӑнпа ӑна Иса́в* тесе ят панӑ. 26 Кайран унӑн шӑллӗ ҫуралнӑ, вӑл аллипе Иса́в ури тупанӗнчен тытса тухнӑ. Ӑна Иаков* тесе ят панӑ. Реве́кка вӗсене ҫуратнӑ чухне Исаа́к 60 ҫулта пулнӑ.

27 Арҫын ачасем ӳссе ҫитӗннӗ. Иса́в лайӑх сунарҫӑ пулса тӑнӑ, вӑл хир ҫынни пулнӑ. Иаков вара чатӑрсенче пурӑннӑ, вӑл пӗр айӑпсӑр ҫын пулнӑ. 28 Исаа́к ытларах Исава юратнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна сунарта тытнӑ чӗрчун ашне ҫитерсе пурӑннӑ. Реве́кка вара ытларах Иакова юратнӑ. 29 Пӗррехинче Иса́в хиртен ывӑнса таврӑннӑ, ун чухне Иаков ясмӑк* яшки пӗҫернӗ пулнӑ. 30 Иса́в Иакова каланӑ: «Часрах хӑв пӗҫерекен хӗрлӗ яшкуна* ҫитер-ха мана, ман пӗр вӑй та ҫук*!» Ҫавӑнпа ӑна Эдо́м* теме пуҫланӑ. 31 Иаков: «Аслӑ ывӑл илме тивӗҫлине сут мана малтан», — тенӗ. 32 «Вилес патнех ҫитрӗм! — тенӗ Иса́в. — Аслӑ ывӑл мӗн илме тивӗҫлӗ, ҫавӑ мана мӗн тума кирлӗ?» 33 Иаков: «Малтан тупа ту», — тенӗ. Иса́в Иаков умӗнче тупа тунӑ та ӑна аслӑ ывӑл илме тивӗҫлине сутнӑ. 34 Вара Иаков Исава ҫӑкӑрпа ясмӑк яшки панӑ. Иса́в ӗҫнӗ, ҫинӗ, кайран тӑнӑ та кайнӑ. Ҫапла вӑл аслӑ ывӑл илме тивӗҫлине ним вырӑнне те хуман.

26 Ҫав ҫӗрте выҫлӑх пуҫланнӑ (малтанхи хут выҫлӑх Авраа́м вӑхӑтӗнче пулнӑ), ҫавӑнпа Исаа́к Герара филистимсен патши патне, Авимеле́х патне, кайнӑ. 2 Вара Иегова Исаака курӑннӑ та каланӑ: «Египета ан кай. Эпӗ сана кӑтартас ҫӗр ҫинче пурӑн. 3 Ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнма вырӑнаҫ*, эпӗ санпа пулӑп, сана пиллӗп. Эпӗ ҫак ҫӗрсене пурне те сана тата санӑн йӑхна парӑп. Санӑн аҫуна Авраама тупа туса каланине пурнӑҫлӑп. Эпӗ ӑна ҫапла каларӑм: 4 „Эпӗ санӑн йӑхна* тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ тӑвӑп, санӑн йӑхна ҫак ҫӗрсене пурне те парӑп тата санӑн йӑхунтан тухаканни* урлӑ ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх пиллӗх илӗ“. 5 Эпӗ ҫакна Авраа́м мана итленӗрен, эпӗ ыйтнине тунӑран, манӑн заповедьсене, хушусене тата законсене тытса тӑнӑран тӑвӑп». 6 Вара Исаа́к Герартах пурӑнма юлнӑ.

7 Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ пирки ыйтсан, вӑл: «Ку манӑн йӑмӑк», — тенӗ. Вӑл: «Ку манӑн арӑм», — теме хӑранӑ. Ревеккӑна пула ҫав вырӑнти ҫынсем хӑйне вӗлерӗҫ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен Реве́кка хитре хӗрарӑм пулнӑ. 8 Пӗр вӑхӑт иртсен филистимсен патши Авимеле́х чӳречерен пӑхнӑ та Исаа́к хӑйӗн арӑмне Ревеккӑна ӑшшӑн ыталанине* курнӑ. 9 Вара Авимеле́х Исаака чӗнсе илсе ӑна ҫапла каланӑ: «Вӑл санӑн арӑму вӗт! Мӗншӗн эсӗ ку манӑн йӑмӑк терӗн?» Исаа́к Авимелеха: «Ӑна пула хама вӗлересрен хӑранипе ҫапла каларӑм», — тенӗ. 10 Авимеле́х каланӑ: «Эсӗ пирӗнпе мӗн турӑн? Ман халӑхри ҫынсенчен пӗри сан арӑмупа выртса ҫывӑрма пултарнӑ вӗт, вара сана пула эпир ҫылӑха кӗнӗ пулӑттӑмӑр!» 11 Унтан Авимеле́х пӗтӗм халӑха ҫапла пӗлтернӗ: «Кам ҫак ҫынна тата унӑн арӑмне тӗкӗнет, ҫавна вӗлерме тытса памалла!»

12 Исаа́к ҫав ҫӗрте акма тытӑннӑ. Ҫав ҫулхине вӑл акнинчен 100 хут ытларах пухса илнӗ, мӗншӗн тесен Иегова ӑна пилленӗ. 13 Исаа́кӑн пурлӑхӗ хушӑнса пынӑ, вӑл питӗ пуян пулса тӑнӑ. 14 Унӑн сурӑх кӗтӗвӗсем, шултра выльӑх кӗтӗвӗсем тата нумай тарҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа филистимсем ӑна ӑмсанма пуҫланӑ.

15 Унӑн ашшӗ Авраа́м пурӑннӑ чухне Авраа́мӑн тарҫисем алтнӑ ҫӑлсене пурне те филистимсем тӑпра ярса хупласа хунӑ. 16 Авимеле́х Исаака каланӑ: «Пирӗн патран кай, мӗншӗн тесен эсӗ пирӗнтен чылай вӑйлӑрах пулса тӑтӑн». 17 Ҫавӑнпа Исаа́к унтан кайнӑ, Гера́р айлӑмӗнче* лагерьпе вырнаҫнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ. 18 Хӑйӗн ашшӗ Авраа́м пурӑннӑ чухне алтнӑ ҫӑлсене, Авраа́м вилнӗ хыҫҫӑн филистимсем хупласа хунӑ ҫӑлсене, Исаа́к ҫӗнӗрен чавса уҫнӑ. Ҫав ҫӑлсене ашшӗ панӑ ятсенех парса тухнӑ.

19 Исаа́кӑн тарҫисем айлӑмра чавнӑ чухне ҫӑл тупнӑ, унта тӑрӑ шыв пулнӑ. 20 Анчах Герарти кӗтӳҫсем: «Ку пирӗн шыв!» — тесе Исаа́кӑн кӗтӳҫисемпе тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем хӑйӗнпе тавлашнӑран Исаа́к ҫав ҫӑла Есе́к* тесе ят панӑ. 21 Исаа́кӑн тарҫисем тепӗр ҫӑл чавнӑ, анчах уншӑн та тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫавӑнпа Исаа́к ҫав ҫӑла Си́тна* тесе ят панӑ. 22 Каярахпа вӑл ҫав вырӑнтан кайнӑ та тепӗр ҫӑл чавнӑ, ҫав ҫӑл пирки вара тавлашман. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Рехово́ф* тесе ят панӑ та каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ Иегова пире ирӗклӗ вырӑн тата нумай ача пачӗ».

23 Ҫав вырӑнтан вӑл Вирсавие кайнӑ. 24 Каҫпа ӑна Иегова курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Эпӗ санӑн аҫун Авраа́мӑн Турри. Ан хӑра, мӗншӗн тесен эпӗ санпа пӗрле. Эпӗ сана хамӑн ӗҫлекеншӗн Авраа́мшӑн пиллӗп тата санӑн йӑхна питӗ йышлӑ тӑвӑп». 25 Исаа́к ҫав вырӑнта парне вырӑнӗ туса лартнӑ та Иеговӑна ятран чӗнсе пуҫҫапнӑ. Унта вӑл хӑйӗн чатӑрне карса лартнӑ, тарҫисем вара ҫӑл алтса кӑларнӑ.

26 Пӗр вӑхӑт иртсен Герартан Авимеле́х хӑйӗн канашҫипе Ахузафпа тата ҫар пуҫлӑхӗпе Фихолпа пӗрле Исаа́к патне пынӑ. 27 Исаа́к вӗсене каланӑ: «Эсир мӗн тума килтӗр? Мана курайми пулса эсир мана хӑвӑр патӑртан хӑваласа ятӑр вӗт». 28 Вӗсем каланӑ: «Иегова санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр. Ҫавӑнпа эпир санпа килӗшӳ тӑвасшӑн. Атя тупа тӑвар: 29 эпир сана усал тумарӑмӑр, эсӗ те пире усал ан ту, мӗншӗн тесен эпир сана тӗрӗс-тӗкелех ярса ырӑ турӑмӑр. Иегова сана пиллесе тӑнине эпир куратпӑр». 30 Вара Исаа́к вӗсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем ӗҫнӗ, ҫинӗ. 31 Тепӗр кунне вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та пӗр-пӗрне тупа тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Исаа́к вӗсене ырӑ сунса ӑсатса янӑ.

32 Ҫав кун ҫӑл чавнӑ Исаа́кӑн тарҫисем ун патне пынӑ та: «Эпир шыв тупрӑмӑр!» — тенӗ. 33 Вара вӑл ҫав ҫӑла Ши́ва* тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа та унти хулана халӗ те Вирса́ви* теҫҫӗ.

34 Иса́в 40 ҫул тултарсан Иегудифӑна, Хет ҫыннин Беэ́рийӗн хӗрне, тата Васемафӑна, Хет ҫыннин Ело́нӑн хӗрне, качча илнӗ. 35 Вӗсем Исаакпа Ревеккӑна питӗ кулянтарнӑ.

27 Исаа́к ватӑлса ҫитсен тата унӑн куҫӗ курми пулсан, вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне Исава чӗннӗ те: «Ывӑлӑм!» — тенӗ. Лешӗ: «Эпӗ кунтах!» — тенӗ. 2 Исаа́к ҫапла каланӑ: «Эпӗ ватӑ ӗнтӗ, хам мӗн чухлӗ пурӑнасса пӗлместӗп. 3 Ухӑпа ухӑ йӗпписене ил те хире кайса ман валли чӗрчун тытса кил, тархасшӑн. 4 Унтан хам юратнӑ апата пӗҫерсе хатӗрле те мана илсе килсе пар. Вара ҫием те хам вилсе кайиччен сана пиллем».

5 Исаа́к Исавпа мӗн ҫинчен калаҫнине Реве́кка илтнӗ. Иса́в чӗрчун тытса килес тесе хире кайнӑ. 6 Реве́кка вара Иакова каланӑ: «Эпӗ аҫу сан пиччӳне Исава мӗн каланине илтрӗм. 7 Вӑл: „Чӗрчун тытса кил те тутлӑ апат пӗҫерсе мана ҫиме илсе килсе пар, вара эпӗ хам вилсе кайиччен сана Иегова умӗнче пиллӗп“, — терӗ. 8 Халӗ, ывӑлӑм, мана тимлӗ итле те эпӗ каланӑ пек ту. 9 Кӗтӳрен мана икӗ чи лайӑх качака путеккине илсе килсе пар. Вара эпӗ сан аҫу юратакан тутлӑ апата хатӗрлӗп. 10 Кайран эсӗ ӑна хӑвӑн аҫуна кайса пар, вӑл ҫийӗ те хӑй вилсе кайиччен сана пиллӗ».

11 Иаков хӑйӗн амӑшне Ревеккӑна каланӑ: «Манӑн пичче Иса́в ҫӑмламас вӗт, ман ӳт вара яка. 12 Тен, атте мана хыпашласа пӑхас тейӗ. Вӑл эпӗ унран кулатӑп тесе шутлӗ те, мана пиллӗх вырӑнне ылхан ҫитӗ». 13 Анчах амӑшӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Ывӑлӑм, ылханӗ сана мар, мана ҫитӗ. Нимӗншӗн те ан пӑшӑрхан. Эпӗ каланӑ пек ту: качака путеккисене илсе килсе пар мана». 14 Иаков путексене амӑшне илсе килсе панӑ та, лешӗ Иаковӑн ашшӗ юратакан тутлӑ апата хатӗрленӗ. 15 Кайран Реве́кка хӑйӗн килне кӗрсе аслӑ ывӑлӗн Иса́вӑн чи лайӑх тумтирне илнӗ те ӑна кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ, 16 унӑн аллисемпе ҫара мӑйне вара качака путекки тирӗпе ҫавӑрса ҫыхнӑ. 17 Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ывӑлне Иакова хӑй хатӗрленӗ тутлӑ апатпа ҫӑкӑр тыттарнӑ.

18 Иаков ашшӗ патне кӗнӗ те: «Аттем!» — тенӗ. Лешӗ: «Кам эсӗ? Иса́в-и, Иаков-и?» — тесе ыйтнӑ. 19 Иаков хӑйӗн ашшӗне каланӑ: «Эпӗ Иса́в, сан аслӑ ывӑлу. Эпӗ эсӗ хушнӑ пек турӑм. Тархасшӑн, тӑр та эпӗ тытса килнӗ чӗрчун ашне ҫи, кайран пилле мана». 20 Исаа́к хӑйӗн ывӑлне ҫапла каланӑ: «Ывӑлӑм, мӗнле-ха эсӗ ӑна питӗ хӑвӑрт тупса килтӗн?» Лешӗ ӑна хуравланӑ: «Санӑн Турру Иегова мана ӑна тытма пулӑшрӗ». 21 Вара Исаа́к Иакова каланӑ: «Ывӑлӑм, ҫывӑхарах кил-ха, тархасшӑн, эпӗ сана хыпашласа пӑхам: эсӗ ман Иса́в ывӑлӑмах-и?» 22 Иаков хӑйӗн ашшӗ патне, Исаа́к патне, пынӑ. Лешӗ ӑна хыпашласа пӑхнӑ та каланӑ: «Сасси — Иаков сасси, аллисем вара — Иса́в аллисем». 23 Ашшӗ ӑна палласа илеймен, мӗншӗн тесен унӑн аллисем Иса́в пиччӗшӗнни пекех ҫӑмламас пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна пилленӗ.

24 Унтан Исаа́к ыйтнӑ: «Эсӗ чӑнах та ман Иса́в ывӑл-и вара?» — «Чӑнах, Иса́в», — тенӗ лешӗ. 25 Исаа́к ҫапла каланӑ: «Хӑв тытса килнӗ чӗрчун ашне мана пар-ха, ывӑлӑм. Эпӗ ҫийӗп те сана пиллӗп». Иаков ӑна апатпа хӗрлӗ эрех панӑ. Лешӗ ҫинӗ, ӗҫнӗ, 26 вара каланӑ: «Ывӑлӑм, ман пата кил-ха, чупту мана». 27 Иаков ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ. Вара лешӗ унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ. Исаа́к ӑна пиллесе ҫапла каланӑ:

«Манӑн ывӑлӑн шӑрши Иегова пилленӗ уй-хир шӑрши пек. 28 Чӑн Турӑ сана тӳперен сывлӑм патӑр, тулӑх ҫӗр, иксӗлми тыр-пул тата хӗрлӗ эрех патӑр. 29 Халӑхсем саншӑн ӗҫлесе тӑччӑр, йӑхсем сана пӑхӑнса тӑччӑр. Хӑвӑн тӑванусен хуҫи пул, санӑн аннӳн ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр. Сана ылханаканни ылханлӑ пулӗ, сана пиллекенни пиллӗхлӗ пулӗ».

30 Исаа́к Иакова пиллесенех тата лешӗ ашшӗ патӗнчен тухса кайсанах, сунартан унӑн пиччӗшӗ Иса́в таврӑннӑ. 31 Вӑл та тутлӑ апат хатӗрленӗ, ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: «Аттем, тӑрса ывӑлу тытса килнӗ чӗрчун ашне ҫисем, кайран пиллесем мана». 32 Унӑн ашшӗ Исаа́к: «Кам эсӗ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Эпӗ санӑн ывӑлу, санӑн аслӑ ывӑлу, Иса́в», — тенӗ. 33 Исаа́к чӗтрене ерсе ҫапла каланӑ: «Мана чӗрчун тытса килсе параканӗ кам пулчӗ вара? Эсӗ киличчен эпӗ ҫирӗм ӗнтӗ, ӑна пиллерӗм. Вӑлах пиллӗхлӗ пулӗ!»

34 Ашшӗн сӑмахӗсене илтсенех Иса́в хурланнипе хытӑ кӑшкӑрса янӑ та ашшӗне йӑлӑнса: «Аттем, мана та пиллесем, мана та!» — тенӗ. 35 Анчах Исаа́к каланӑ: «Санӑн шӑллу килчӗ те улталаса санӑн пиллӗхе илчӗ». 36 Иса́в каланӑ: «Ахальтен мар ӑна Иаков* тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл иккӗмӗш хут ӗнтӗ ман вырӑна йышӑнчӗ. Малтан вӑл аслӑ ывӑл мӗн илме тивӗҫлӗ, ҫавна туртса илчӗ, халӗ вара ман пиллӗхе те туртса илчӗ!» Кайран ҫапла каланӑ: «Санӑн ман валли пиллӗх юлмарӗ-им?» 37 Исаа́к Исава ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ ӑна санӑн хуҫу турӑм, тӑванӗсене пурне те унӑн тарҫисем турӑм, унӑн тырӑ тата хӗрлӗ эрех нумай пултӑр тесе каларӑм. Сана ӗнтӗ мӗн пама пултарайӑп-ши, ывӑлӑм?»

38 Иса́в ашшӗне каланӑ: «Санӑн пӗр пиллӗх анчах-им вара? Мана та пиллесем, аттем, мана та!» Ҫапла каласа Иса́в хыттӑн йӗрсе янӑ. 39 Унӑн ашшӗ Исаа́к ҫапла каланӑ:

«Тулӑхлӑ ҫӗртен тата тӳпе сывлӑмӗнчен эсӗ аякра пурӑнӑн. 40 Эсӗ яланах хӗҫ ҫакса ҫӳрӗн, хӑвӑн тӑванушӑн ӗҫлесе тӑрӑн. Анчах чӑтӑму пӗтсессӗн эсӗ унӑн сӳсменне* хӑв ӗнсӳ ҫинчен хывса пӑрахӑн».

41 Иса́в Иакова курайми пулнӑ, мӗншӗн тесен ашшӗ Иакова пилленӗ. Иса́в хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Атте кӗҫех вилет*. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ хамӑн шӑллӑма Иакова вӗлеретӗп». 42 Ревеккӑна унӑн аслӑ ывӑлӗ Иса́в мӗн тума шутласа хунине каласа парсан, вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Санӑн пиччӳ Иса́в сана тавӑрас шутпа ҫӳрет, вӑл сана вӗлересшӗн. 43 Ҫавӑнпа та, ывӑлӑм, итле-ха мана: ман пичче патне, Лава́н патне, Харрана тар. 44 Пиччӳн ҫилли иртсе кайиччен унта пурӑн. 45 Вӑхӑт иртсен вӑл лӑпланӗ те эсӗ ӑна мӗн тунине манса кайӗ. Вара эпӗ сана чӗнтерсе килтерӗп. Мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатмалла?»

46 Ҫавӑн хыҫҫӑн Реве́кка Исаака ҫапла каланӑ: «Хетсен хӗрӗсене пула пурнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ. Иаков та хетсен хӗрне, кунти хӗрсенчен пӗрне, качча илес пулсан, мана пурнӑҫ мӗне кирлӗ?»

28 Ҫавӑнпа Исаа́к Иакова хӑй патне чӗнсе илсе ӑна пилленӗ те: «Хӑв валли ханаансен хӗрне качча ан ил, — тесе хушнӑ. — 2 Падда́н-Арама, Вафуи́л кукаҫун* килне, кай та Лава́нӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне качча ил. 3 Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сана пиллӗ, нумай ача парӗ, санран йышлӑ халӑх пулса кайӗ. 4 Турӑ, Авраама пилленӗ пек, сана та, санӑн йӑхна та пиллӗ. Тата хӑв пурӑнакан ҫӗр, Турӑ Авраама панӑ ҫӗр, санӑн пулӗ».

5 Ҫапла Исаа́к Иакова ҫула ӑсатнӑ та, лешӗ Падда́н-Арама Лава́н патне кайнӑ. Лава́н араме́й ҫыннин Вафуи́лӑн ывӑлӗ тата Реве́ккӑн, Иаковпа Иса́вӑн амӑшӗн, пиччӗшӗ пулнӑ.

6 Иса́в хӑйӗн ашшӗ, Исаа́к, Иакова пилленине илтнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Падда́н-Арама арӑм илме янине тата ӑна пилленӗ чухне: «Ханаансен хӗрне качча ан ил», — тесе хушнине, 7 вара Иаков ашшӗпе амӑшне итлесе Падда́н-Арама кайнине илтнӗ. 8 Ҫапла Иса́в ханаансен хӗрӗсем хӑйӗн ашшӗне Исаака килӗшменнине ӑнланса илнӗ. 9 Ҫавӑнпа Иса́в Измаи́л патне кайнӑ та икӗ арӑмӗсӗр пуҫне Махалафӑна качча илнӗ. Махала́фа Измаи́лӑн, Авраа́м ывӑлӗн, хӗрӗ тата Наваио́фӑн йӑмӑкӗ пулнӑ.

10 Иаков Вирсавирен тухса Харрана кайнӑ. 11 Пӗр вӑхӑт иртсен вӑл ҫӗр каҫма чарӑннӑ, мӗншӗн тесен хӗвел анса ларнӑ пулнӑ. Вӑл чул илсе пуҫ айне хунӑ та ҫывӑрма выртнӑ. 12 Иаков тӗлӗк курнӑ: ҫӗр ҫинчен тӳпене ҫити картлашка хӑпарать, ун тӑрӑх Туррӑн ангелӗсем пӗр хӑпараҫҫӗ, пӗр анаҫҫӗ. 13 Ун тӑрринче вӑл Иеговӑна курнӑ. Турӑ ӑна каланӑ:

«Эпӗ Иегова, сан аслаҫун Авраа́мӑн Турри тата Исаа́к Турри. Эсӗ выртакан ҫӗре эпӗ сана тата сан йӑхна парӑп. 14 Сан йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчисем пек йышлӑ пулӗ, санӑн ҫӗрсем анӑҫалла, тухӑҫалла, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла сарӑлӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх сан урлӑ тата сан йӑхунтан тухаканни урлӑ пиллӗх илӗ. 15 Эпӗ санпа пӗрле. Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ сана хӳтӗлесе тӑрӑп тата сана ҫак ҫӗре каялла илсе килӗп. Эпӗ сана пӑрахмӑп, хам сана каланине пурнӑҫлӑп».

16 Вӑрансан Иаков: «Чӑн та, кунта Иегова. Эпӗ ҫакна пӗлмен те», — тенӗ. 17 Вӑл хытӑ пӑлханса кайнӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тери ҫӳҫентерсе яракан вырӑн! Ку чӑнах та Турӑ ҫурчӗ тата тӳпе хапхи». 18 Иаков ир-ирех тӑнӑ та хӑйӗн пуҫӗ айӗнчи чулне илсе ӑна палӑк пек лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ. 19 Вара вӑл ҫав вырӑна Вефи́ль* тесе ят панӑ. Унччен ҫав хулана Луз тенӗ.

20 Иаков Турра сӑмах парса ҫапла каланӑ: «Турӑҫӑм, эсӗ манпа пӗрле пулса мана ҫул ҫинче хӳтӗлесен, мана ҫӑкӑрпа тумтир парса тӑрсан, 21 тата эпӗ аттен килне тӗрӗс-тӗкелех таврӑнсан, эпӗ Иегова манӑн Турӑ пулнине пӗлӗп. 22 Эпӗ палӑк пек лартнӑ чул вара сан ҫурту пулса тӑрӗ. Тата эсӗ мана мӗн панинчен эпӗ сана вуннӑмӗш пайне парӑп».

29 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иаков малалла ҫул тытнӑ. Вӑл хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакансен ҫӗрне кайнӑ. 2 Вӑл уйра ҫӑл курнӑ. Ун ҫумӗнче сурӑхсен виҫӗ кӗтӗвӗ выртнӑ, мӗншӗн тесен сурӑхсене ҫав ҫӑлран шӑварса тӑнӑ. Ҫӑла пысӑк чулпа хупланӑ пулнӑ. 3 Мӗнпур кӗтӳ ҫӑл патӗнче пуҫтарӑнсан, кӗтӳҫсем ҫӑл ҫинчи чула йӑвантарса ярса сурӑхсене шӑварнӑ. Унтан ҫӑла каллех чулпа хупласа хунӑ.

4 Иаков кӗтӳҫсенчен: «Тӑвансем, эсир ӑҫтисем?» — тесе ыйтнӑ. «Эпир Харранран», — тенӗ лешӗсем. 5 Иаков вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир Лавана, Нахо́рӑн мӑнукне, пӗлетӗр-и?» Лешӗсем: «Пӗлетпӗр», — тенӗ. 6 Вӑл вӗсенчен: «Вӑл чиперех пурӑнать-и?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем ҫапла каланӑ: «Чиперех пурӑнать. Ав ун хӗрӗ Рахи́ль сурӑхсемпе кунта килет». 7 Иаков каланӑ: «Халӗ кӑнтӑрла кӑна-ха, кӗтӳсене пуҫтарма вӑхӑт ҫитмен, сурӑхсене шӑварӑр та вӗсене кӗтсе ҫӳрӗр». 8 Вӗсем ҫапла хуравланӑ: «Кӗтӳсем пурте пуҫтарӑнмасӑр эпир ҫӑл ҫинчи чула йӑвантарса сурӑхсене шӑвараймастпӑр, пуҫтарӑнсан — шӑварӑпӑр».

9 Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра Рахи́ль сурӑхсемпе пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ. 10 Иаков Рахиле — хӑйӗн куккӑшӗн Лава́нӑн хӗрне — тата Лава́нӑн сурӑхӗсене курсан, ҫӑл патне тӳрех пынӑ, ун ҫинчи чула йӑвантарса куккӑшӗн сурӑхӗсене шӑварнӑ. 11 Кайран Иаков Рахиле чуптунӑ та сасӑпах йӗрсе янӑ. 12 Иаков Рахиле хӑй кам пулнине — унӑн ашшӗн тӑванӗ тата Реве́ккӑн ывӑлӗ пулнине каланӑ. Вара лешӗ чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен ашшӗне каласа панӑ.

13 Лава́н Иаков ҫинчен, хӑйӗн йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен, илтсен ӑна хирӗҫ чупса кайнӑ. Вӑл ӑна ыталанӑ, чуптуса илнӗ, унтан хӑйӗн килне илсе кайнӑ. Вара Иаков Лавана хӑйӗнпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑ. 14 Лава́н ӑна: «Эпир пӗр юн*», — тенӗ. Вара Иаков ун патӗнче уйӑх хушши пурӑннӑ.

15 Ҫавӑн хыҫҫӑн Лава́н Иакова ҫапла каланӑ: «Эсӗ ман тӑван тесе сан маншӑн ахалех ӗҫлемелле-им? Кала-ха, ман сана мӗнпе тӳлес?» 16 Лава́нӑн икӗ хӗр пулнӑ. Асли Лия, кӗҫӗнни Рахи́ль ятлӑ пулнӑ. 17 Лийӑн куҫӗсем ҫунса тӑман, Рахи́ль вара яштака кӗлеткеллӗ, хитре хӗр пулнӑ. 18 Иаков Рахиле юратса пӑрахнӑ, ҫавӑнпа Лавана ҫапла каланӑ: «Сан кӗҫӗн хӗре Рахиле качча илес тесе эпӗ саншӑн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑп». 19 Лава́н ҫапла каланӑ: «Ӑна урӑх арҫынна качча париччен сана качча парӑп. Пурӑн ман патра». 20 Иаков Рахи́льшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ, анчах та Рахиле юратнӑран уншӑн ҫав ҫулсем темиҫе кун пекех туйӑннӑ.

21 Иаков Лавана каланӑ: «Эпӗ хам сӑмаха тытрӑм*. Мана хамӑн арӑма пар, эпӗ унпа пурӑнма пуҫлӑп*». 22 Вара Лава́н кӳршӗсене пурне те пуҫтарнӑ та ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 23 Каҫхине вара вӑл Иаков патне хӑйӗн хӗрне Лийӑна, Иаков унпа выртса ҫывӑртӑр тесе, илсе пынӑ. 24 Лава́нӑн Зе́лфа ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ пулнӑ. Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн вӑл ӑна Лийӑна панӑ. 25 Ирхине Иаков хӑй ҫумӗнче Лия выртнине курах кайнӑ! Вара вӑл Лавана каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ ҫапла хӑтлантӑн? Эпӗ сан патӑнта Рахи́льшӗн ӗҫлемерӗм-и вара? Мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн?» 26 Лава́н каланӑ: «Пирӗн патра кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ. 27 Туй эрнине малтан ҫак хӗрарӑмпа ирттер те, кайран эпир сана теприне парӑпӑр. Уншӑн эсӗ ман патра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн». 28 Иаков ҫапла тунӑ та: вӑл ҫав туй эрнине Лийӑпа ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Лава́н ӑна хӑйӗн хӗрне Рахиле качча панӑ. 29 Лава́нӑн Ва́лла ятлӑ тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ пулнӑ. Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн вӑл ӑна Рахиле панӑ.

30 Иаков Рахильпе выртса ҫывӑрнӑ. Вӑл Рахиле Лийӑран ытларах юратнӑ. Иаков Лава́н патӗнче тата ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ. 31 Иегова Лийӑна упӑшки юратманнине* курнӑ, вара ӑна йывӑр ҫын пулмалла тунӑ*. Рахи́ль ача тӑвайман. 32 Лия хырӑмлӑ пулса ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Руви́м* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫапла каланӑ: «Иегова ман хуйха курчӗ, халӗ ӗнтӗ упӑшкам мана юратӗ». 33 Вӑл каллех йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Упӑшкам хама юратманнине Иегова илтрӗ, ҫавӑнпа ҫак ывӑла пачӗ». Вӑл ӑна Симео́н* тесе ят панӑ. 34 Лия каллех йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та ҫапла каланӑ: «Халь упӑшка ман ҫума ҫыпҫӑнатех ӗнтӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса патӑм вӗт». Ҫавӑнпа ывӑлне Ле́вий* тесе ят панӑ. 35 Унтан вӑл каллех йывӑр ҫын пулса тӑрса ывӑл ҫуратнӑ, вара каланӑ: «Хальхинче эпӗ Иеговӑна мухтавлӑп». Ҫавӑнпа вӑл ӑна Иуда* тесе ят панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ача ҫуратма пӑрахнӑ.

30 Рахи́ль, хӑй Иакова ача ҫуратса парайманнине курсан, аппӑшне ӑмсанма пуҫланӑ. Вӑл Иакова: «Мана ачасем пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп», — теме пуҫланӑ. 2 Иаков Рахи́ль ҫине хытӑ тарӑхса кайса ҫапла каланӑ: «Эпӗ Турӑ-им? Вӑл сана ачасем памасть вӗт». 3 Вара Рахи́ль каланӑ: «Акӑ манӑн тарҫӑ Ва́лла. Унпа выртса ҫывӑр та, вӑл мана ачасем ҫуратса патӑр*. Ҫав ачасем манӑн пулӗҫ». 4 Вӑл хӑйӗн тарҫине Валлӑна Иакова качча панӑ та, Иаков унпа выртса ҫывӑрнӑ. 5 Ва́лла йывӑр ҫын пулса тӑрса Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 6 Вара Рахи́ль каланӑ: «Турӑ мана тӗрӗс суд турӗ. Вӑл мана илтрӗ, мана ывӑл пачӗ». Ҫавӑнпа Рахи́ль ӑна Дан* тесе ят панӑ. 7 Ва́лла, Рахи́ль тарҫи, каллех йывӑр ҫын пулса тӑрса Иакова иккӗмӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 8 Рахи́ль: «Аппапа пӗтӗм вӑйран кӗрешрӗм те ҫӗнтертӗм!» — тенӗ. Вара ывӑлне Неффали́м* тесе ят панӑ.

9 Лия хӑй тек ача ҫуратманнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна Иакова качча панӑ. 10 Зе́лфа, Лия тарҫи, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 11 Вара Лия: «Ӑнӑҫлӑ пултӑм!» — тенӗ те ывӑлне Гад* тесе ят панӑ. 12 Ҫавӑн хыҫҫӑн Зе́лфа, Лия тарҫи, Иакова иккӗмӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 13 Лия ҫапла каланӑ: «Эпӗ мӗн тери телейлӗ! Хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ». Вара вӑл ывӑлне Аси́р* тесе ят панӑ.

14 Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Руви́м уйра мандраго́ра ҫимӗҫӗсене тупнӑ та вӗсене хӑйӗн амӑшне Лийӑна илсе килсе панӑ. Вара Рахи́ль Лийӑна ҫапла каланӑ: «Ывӑлу илсе килнӗ темиҫе мандраго́ра ҫимӗҫне мана пар, тархасшӑн». 15 Анчах та Лия ҫапла каланӑ: «Ман упӑшкана туртса илни сахал-им сана? Халӗ манӑн ывӑлӑн мандраго́ра ҫимӗҫӗсене хапсӑнатӑн-и тата?» Ҫавӑнпа Рахи́ль: «Юрӗ. Мандраго́ра ҫимӗҫӗсемшӗн кӗҫӗр вӑл санпа выртса ҫывӑртӑр», — тенӗ.

16 Иаков каҫхине уйран таврӑнсан, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: «Паян каҫхине эсӗ манпа выртса ҫывӑрӑн, мӗншӗн тесен эпӗ саншӑн хамӑн ывӑл тупнӑ мандраго́ра ҫимӗҫӗсемпе тӳлерӗм». Вара ҫав каҫ Иаков унпа выртса ҫывӑрнӑ. 17 Турӑ Лийӑна илтнӗ те ӑна хуравланӑ. Вӑл йывӑр ҫын пулса тӑрса Иакова пиллӗкмӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 18 Вара Лия: «Эпӗ хамӑн тарҫӑна упӑшкана панӑшӑн Турӑ мана тавӑрса пачӗ*», — тенӗ те ывӑлне Иссаха́р* тесе ят панӑ. 19 Лия каллех йывӑр ҫын пулса тӑрса Иакова улттӑмӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 20 Вӑл каланӑ: «Турӑ мана чаплӑ парне пачӗ. Тинех ман упӑшка мана ытларах кӑмӑллӗ*, эпӗ ӑна ултӑ ывӑл ҫуратса патӑм вӗт». Вара вӑл ывӑлне Завуло́н* тесе ят панӑ. 21 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӗр ҫуратнӑ та ӑна Дина тесе ят панӑ.

22 Тинех Турӑ Рахиле аса илнӗ. Турӑ унӑн кӗллисене илтнӗ, вара лешӗ йывӑр ҫын пулса тӑнӑ*. 23 Рахи́ль йывӑр ҫын пулса тӑрса ывӑл ҫуратнӑ. Вара вӑл: «Турӑ мана мӑшкӑлран хӑтарчӗ», — тенӗ. 24 Вӑл: «Иегова мана тепӗр ывӑл пачӗ», — тесе ывӑлне Иосиф* ят панӑ.

25 Рахи́ль Иосифа ҫуратсан, Иаков Лавана ҫапла каланӑ: «Яр мана, эпӗ киле, хамӑн ҫӗре, каям. 26 Хам арӑмсемпе ачасене манпа пӗрле яр. Эпӗ вӗсемшӗн сан патӑнта ӗҫлесе пурӑнтӑм. Эпӗ саншӑн мӗнле ӗҫленине эсӗ хӑв та пӗлетӗн вӗт». 27 Вара Лава́н ӑна: «Эпӗ сан кӑмӑлна кайрӑм пулсассӑн, тархасшӑн, юл ман патра. Мана Иегова сана пула пилленине кӑтартакан паллӑсене* эпӗ курса тӑратӑп», — тенӗ. 28 Тата ҫапла каланӑ: «Манӑн сана мӗн памаллине кала — эпӗ сана парӑп». 29 Иаков каланӑ: «Эпӗ саншӑн мӗнле ӗҫленине тата сан выльӑхна лайӑх пӑхнине эсӗ хӑв та пӗлетӗн. 30 Эпӗ киличчен санӑн выльӑху сахалччӗ, халӗ вара нумайланса кайрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ килсессӗн Иегова сана пиллерӗ. Хамӑн ҫемьешӗн вара эпӗ хӑҫан ӗҫлеме пуҫлӑп-ши?»

31 Лава́н: «Сана мӗн парас?» — тесе ыйтнӑ. Иаков хуравланӑ: «Ним памасан та пултаратӑн. Эпӗ мӗн каланине тусан, сан кӗтӗве каллех пӑхса-сыхласа ҫӳрӗп. 32 Паян сан кӗтӗве пӑхса тухар. Вара эсӗ пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ тата ула сурӑхсене пурне те, тӗттӗм хӑмӑр ҫамрӑк сурӑх такисене пурне те, ула тата пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ качакасене пурне те уйӑрса илсе кайӑн. Ҫак кунранпа ҫавӑн пек выльӑх манӑн тӳлев пулӗ. 33 Ман кӗтӗве пӑхма килсен эсӗ эпӗ улталаманнине курӑн. Ман качакасем хушшинче хура качакасем пулсан тата ман ҫамрӑк такасем хушшинче шурӑ такасем пулсан, вӗсем ӗнтӗ вӑрласа килнисем пулӗҫ».

34 Лава́н: «Юрӗ. Ҫапла тӑвӑпӑр», — тенӗ. 35 Ҫав кун вӑл мӗнпур чӑпар, ула качака такине тата мӗнпур пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ, ула качакана — кӑшт та пулин шурӑ тӗс пуррисене пурне те, ҫавӑн пекех мӗнпур тӗттӗм хӑмӑр ҫамрӑк сурӑх такине уйӑрса илсе хӑйӗн ывӑлӗсене пӑхма панӑ. 36 Кайран вӑл кӗтӗвӗсене Иаковран виҫӗ кун хушши каймалӑх аякри вырӑна хӑваласа кайнӑ. Иаков вара Лава́нӑн юлнӑ кӗтӗвӗсене кӗтсе ҫӳренӗ.

37 Иаков тин каснӑ сти́ракс, минда́ль тата плата́н турачӗсене илнӗ те вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем хӑварнӑ. 38 Кӗтӳсенчи выльӑх шыв ӗҫме пырсан, выльӑха хуппине сӳнӗ туратсем умӗнче чуптарас тесе, вӑл ҫав туратсене валашкасене хунӑ.

39 Выльӑх туратсем умӗнче чупнӑ, вара кӗтӳсенче чӑпар, пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ тата ула выльӑх ҫуралнӑ. 40 Иаков ҫамрӑк такасене уйӑрса Лава́нӑн кӗтӗвӗсене чӑпар тата тӗттӗм хӑмӑр выльӑх ҫине пӑхмалла тӑратнӑ. Кайран вӑл хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйӑрнӑ, вӗсене Лава́нӑн кӗтӗвӗсемпе хутӑштарман. 41 Тӗреклӗ выльӑх чупнӑ чухне кашнинчех, выльӑх туратсем умӗнче чуптӑр тесе, Иаков валашкасене выльӑх умне туратсем хунӑ. 42 Хавшак выльӑх чупнӑ чухне вара Иаков туратсем хуман. Ҫапла хавшак выльӑх ялан Лавана лекнӗ, вӑйли вара — Иакова.

43 Иаков питӗ пуйса кайнӑ. Унӑн тем пысӑкӑш кӗтӳсем, ҫавӑн пекех тарҫӑсем, тӗвесем тата ашаксем пулнӑ.

31 Кӑшт вӑхӑт иртсен Иаков Лава́нӑн ывӑлӗсем ҫапла каланине илтнӗ: «Иаков пирӗн аттен мӗн пуррине веҫех пуҫтарса илчӗ, ӑна пула пуйса кайрӗ». 2 Иаков Лава́н сӑнӗ ҫине пӑхнӑ та лешӗ ун ҫине урӑхларах пӑхма тытӑннине асӑрханӑ. 3 Вара Иегова Иакова: «Аҫусен килне, тӑванусем патне, таврӑн. Эпӗ малалла та санпа пӗрле пулӑп», — тенӗ. 4 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иаков Рахильпе Лийӑна уя хӑйӗн кӗтӗвӗ патне чӗнтерсе илнӗ те 5 вӗсене ҫапла каланӑ:

— Эпӗ сирӗн аҫӑр ман ҫине урӑхларах пӑхма пуҫланине асӑрхарӑм, анчах та ман аттен Турри манпа пӗрле. 6 Эпӗ сирӗн аҫӑршӑн пур вӑя хурса ӗҫленине эсир пӗлетӗр, 7 вӑл вара мана улталасшӑн пулчӗ, мана мӗн тӳлемеллине 10 хут та улӑштарчӗ. Анчах та Турӑ ӑна мана сиен тума памарӗ. 8 Вӑл: «Сана пӑнчӑ-пӑнчӑллисем тӳлев пулӗҫ», — тенӗ чухне пӗтӗм выльӑх пӑнчӑ-пӑнчӑллисене пӑранлатчӗ, вӑл: «Сана чӑпаррисем тӳлев пулӗҫ», — тенӗ чухне вара пӗтӗм выльӑх чӑпаррисене пӑранлатчӗ. 9 Ҫапла Турӑ сирӗн аҫӑртан выльӑхне туртса илсе мана пачӗ. 10 Пӗррехинче, выльӑх чупнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗк куртӑм: чупакан качакасемпе качака такисем чӑпар, пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ тата ула пулнӑччӗ. 11 Чӑн Туррӑн ангелӗ мана тӗлӗкре: «Иаков!» — терӗ. Эпӗ: «Итлетӗп», — терӗм. 12 Малалла вӑл ҫапла каларӗ: «Кур—ха, чупакан качакасемпе качака такисем пурте чӑпар, пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ тата ула, мӗншӗн тесен эпӗ сана Лава́н мӗн тунине пӗтӗмпех куратӑп. 13 Эпӗ — чӑн Турӑ, сана Вефильте курӑннӑ Турӑ. Унта эсӗ палӑк лартса ун ҫине ҫу юхтартӑн* тата мана сӑмах патӑн. Халӗ вара ҫак ҫӗртен кай та хӑв ҫуралнӑ ҫӗре таврӑн».

14 Рахильпе Лия ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эпир атте килӗнче еткер илес ҫук. 15 Вӑл пире ют ҫынсем вырӑнне хумасть-и-ха? Пире сутса ячӗ вӗт, пирӗншӗн тӳленӗ укҫапа пурӑнать. 16 Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ мӗнпур пурлӑх — пирӗн тата пирӗн ачасен. Ҫавӑнпа та Турӑ хӑвна мӗн каланине веҫех ту».

17 Вара Иаков ачисемпе арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ, 18 хӑй пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ, Падда́н-Арамра ӗрчетнӗ пӗтӗм выльӑхне пуҫтарнӑ та хӑйӗн ашшӗ патне, Исаа́к патне, Ханаана кайнӑ.

19 Лава́н сурӑх ҫӑмне касма кайсан, Рахи́ль унӑн терафимӗсене* вӑрланӑ. 20 Иаков араме́й ҫыннине Лавана улталанӑ, ӑна нимӗн каламасӑр тухса тарнӑ. 21 Вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫемйипе пурлӑхне илсе тухса кайнӑ та Евфра́т шывӗ урлӑ каҫнӑ. Кайран вӑл Галаа́д сӑрчӗ-тӑвӗ еннелле ҫул тытнӑ. 22 Виҫҫӗмӗш кунне Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен каланӑ. 23 Вара вӑл пӗртӑванӗсене* хӑйӗнпе пӗрле илсе ун хыҫҫӑн хӑваланӑ, ҫичӗ кунран ӑна Галаа́д сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче хӑваласа ҫитнӗ. 24 Араме́й ҫыннине Лавана ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Иакова усаллине каласран асӑрхан*».

25 Лава́н Иакова, лешӗ Галаа́д тӑвӗсенчен пӗрин ҫинче чатӑр лартсан, хӑваласа ҫитнӗ. Вара хӑй те аякрах мар тӑванӗсемпе пӗрле лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ. 26 Лава́н Иакова каланӑ: «Мӗн турӑн эсӗ? Мӗншӗн эсӗ мана улталаса ман хӗрсене вӑрҫӑра тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27 Мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн, мана улталаса, ним каламасӑр тухса кайрӑн? Эпӗ сана савӑнса, юрӑ юрласа, бубен ҫапса тата арфа каласа ӑсатса янӑ пулӑттӑм. 28 Эсӗ мана хамӑн мӑнуксемпе хӗрсене чуптума та памарӑн. Эсӗ ӑссӑрла хӑтлантӑн! 29 Эпӗ сире усал тума пултаратӑп*, анчах иртнӗ каҫ сирӗн аҫӑр Турри мана ҫапла каларӗ: „Иакова усаллине каласран асӑрхан“. 30 Юрӗ, эсӗ аҫу килӗшӗн тунсӑхланӑран тухса кайрӑн. Манӑн турӑсене вара мӗншӗн вӑрларӑн?»

31 Иаков Лавана ҫапла каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн хӗрӳсене манран туртса илесрен хӑрарӑм. 32 Камра хӑвӑн туррусене тупӑн, ҫавӑ чӗрӗ юлмӗ. Пирӗн тӑвансем умӗнче манӑн мӗн пуррине тӗрӗсле те хӑвӑнне илсе кай». Иаков унӑн туррисене Рахи́ль вӑрланине пӗлмен. 33 Лава́н Иаков чатӑрне, кайран Лия чатӑрне, икӗ хӗрарӑм тарҫӑн чатӑрне кӗнӗ, анчах нимӗн те тупайман. Унтан вӑл Лия чатӑрӗнчен тухса Рахи́ль чатӑрне кӗнӗ. 34 Рахи́ль вара терафимсене илсе тӗве йӗнерӗ* ӑшне хунӑ та хӑй ун ҫине хӑпарса ларнӑ. Лава́н пӗтӗм чатӑра ухтарса тухнӑ, анчах нимӗн те тупайман. 35 Рахи́ль ашшӗне ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑм, эпӗ сан умӑнта тӑма пултарайманнишӗн ан ҫиллен: манӑн халӗ хӗрарӑмсен пулаканни*». Лава́н веҫех ухтарса тухнӑ, анчах терафимсене тупайман.

36 Иаков тарӑхса кайнӑ та Лавана ӳпкелеме пуҫланӑ. Вӑл ӑна каланӑ: «Мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? Эпӗ мӗн туса айӑпа кӗтӗм? Мӗнле ҫылӑх турӑм? 37 Эсӗ ман пур япалана та ухтарса тухрӑн. Мӗн те пулин хӑвӑнне тупрӑн-и? Ҫавна манпа хӑвӑн тӑванусем умне хур. Вӗсем пирӗн хушшӑмӑртине татса паччӑр. 38 Эпӗ сан патра 20 ҫул пурӑнтӑм. Ҫак ҫулсем хушшинче сан сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахман. Эпӗ сан кӗтӳри такана нихӑҫан та пусса ҫимен. 39 Эпӗ сана тискер чӗрчун ҫурса пӑрахнӑ выльӑха илсе килсе паман, уншӑн эпӗ хам тӳлеттӗмччӗ. Выльӑха кӑнтӑрла е каҫпа вӑрласа кайсан, эсӗ манран шыраса илеттӗнччӗ. 40 Кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм, час-часах ҫывӑраймастӑмччӗ. 41 Эпӗ сан килӳнте 20 ҫул пурӑнтӑм. 14 ҫул сан икӗ хӗрӳшӗн тата 6 ҫул сан кӗтӗвӳшӗн ӗҫлерӗм. Эсӗ вара мана мӗн тӳлемеллине 10 хут та улӑштартӑн. 42 Авраа́м Турри тата Исаа́к атте хӑраса пурӑнакан Турӑ* манпа пӗрле пулман пулсан, эсӗ мана пушӑ алӑпах кӑларса янӑ пулӑттӑн. Турӑ эпӗ асапланнине тата йывӑр ӗҫленине курнӑ, ҫавӑнпа иртнӗ каҫ сана питленӗ».

43 Лава́н Иакова хуравланӑ: «Ҫак хӗрсем — манӑн хӗрсем, ҫак ачасем — манӑн ачасем, ҫак кӗтӳ — манӑн кӗтӳ, тата эсӗ мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавӑ веҫех манӑн тата манӑн хӗрсен. Эпӗ вӗсене тата вӗсен ачисене япӑх тума пултаратӑп-и вара? 44 Хамӑр хушӑра килӗшӳ тӑвар та ӑна ялан асра тытар*». 45 Иаков чул илнӗ те ӑна палӑк пек лартнӑ. 46 Кайран Иаков тӑванӗсене: «Чулсем пуҫтарса килӗр», — тенӗ. Лешӗсем чулсем пуҫтарса вӗсене пӗр вырӑна купаласа хунӑ. Унтан вӗсем ҫав чулсем ҫумӗнче апат ҫинӗ. 47 Лава́н ҫав вырӑна Иега́р-Сагаду́фа* тесе ят панӑ, Иаков вара Галаа́д* тенӗ.

48 Лава́н каланӑ: «Ҫак чул купи хамӑр хушӑра тунӑ килӗшӗве аса илтерсе тӑтӑр*». Ҫавӑнпа ҫав вырӑна Галаа́д тесе ят панӑ. 49 Унсӑр пуҫне, Ми́цпа* тесе те ят панӑ, мӗншӗн тесен Лава́н ҫапла каланӑ: «Эпир уйрӑлса кайсан, Иегова сана та, мана та пӑхса-сӑнаса тӑтӑр. 50 Эсӗ ман хӗрсене кӳрентерсессӗн е вӗсемсӗр пуҫне урӑх арӑмсем илсессӗн, асра тыт: ҫынсем курмасан та, Турӑ — пирӗн хушӑри свидетель — ҫавна курӗ». 51 Тата Лава́н Иакова ҫапла каланӑ: «Акӑ эпир хамӑр хушӑра килӗшӳ тунине кӑтартакан чул купи тата палӑк. 52 Ҫак чул купипе ҫак палӑк ҫакна аса илтерсе тӑраҫҫӗ*: эпӗ сана усал тӑвас тесе ҫак чулсенчен иртмӗп, эсӗ те мана усал тӑвас тесе ҫак чулсенчен, ҫак палӑкран иртмӗн. 53 Пирӗн хушӑрине Авраа́м Турри, Нахо́р Турри — вӗсен ашшӗн Турри — татса патӑр». Вара Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаа́к хӑраса пурӑнакан Турӑпа тупа тунӑ*.

54 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иаков ту ҫинче парне кӳнӗ, вара хӑйӗн тӑванӗсене апатланма чӗннӗ. Вӗсем апат ҫинӗ те ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ. 55 Лава́н ирхине ирех тӑнӑ, хӑйӗн мӑнукӗсемпе хӗрӗсене чуптуса вӗсене пилленӗ. Кайран Лава́н килне таврӑннӑ.

32 Иаков малалла ҫул тытнӑ та Туррӑн ангелӗсене тӗл пулнӑ. 2 Вӗсене курсан Иаков: «Ку Туррӑн лагерӗ!» — тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫав вырӑна Маханаи́м* тесе ят панӑ.

3 Кайран Иаков хӑй умӗнчен Иса́в пиччӗшӗ патне Сеи́р ҫӗрне, Эдо́м текен ҫӗре, хыпарҫӑсем янӑ. 4 Вӑл вӗсене ҫапла калама хушнӑ: «Ман хуҫама Исава калӑр: „Сан тарҫу Иаков ҫапла калать: ‚Эпӗ Лава́н патӗнче нумай пурӑнтӑм*. 5 Ман халь вӑкӑрсем, ашаксем, сурӑхсем, арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем пур. Эпӗ ҫакна ман хуҫама юрас тесе калатӑп‘“».

6 Вӑхӑт иртсен хыпарҫӑсем Иаков патне таврӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Эпир сан пиччӳ Иса́в патӗнче пултӑмӑр. Халӗ вӑл сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле 400 ҫын». 7 Иаков питӗ хӑраса ӳкнӗ, хытӑ пӑшӑрханма пуҫланӑ. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ ҫынсене, вак выльӑхпа шултра выльӑха, ҫавӑн пекех тӗвесене икӗ лагере пайланӑ. 8 Вӑл каланӑ: «Иса́в пӗр лагерь ҫине тапӑнсан, тепри ҫӑлӑнса юлма пултарӗ».

9 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иаков каланӑ: «Эй Иегова, Авраа́м асаттен Турри тата Исаа́к аттен Турри, эсӗ мана: „Хӑвӑн ҫӗре тӑванусем патне таврӑн, эпӗ сана пиллесе тӑрӑп“, — тетӗн. 10 Эсӗ мана чунтан парӑнса юратнине, мана, хӑвӑн тарҫуна, шанчӑклӑ пулнине эпӗ тивӗҫлӗ те мар. Иорда́н урлӑ каҫнӑ чухне туяпа ҫеҫ каҫрӑм, халӗ вара манӑн икӗ лагерь. 11 Йӑлӑнатӑп сана: мана Иса́в пиччерен хӑтарсам. Эпӗ вӑл килсе ман ҫине тата ачасемпе амӑшӗсем ҫине тапӑнасран хӑратӑп. 12 Эсӗ: „Эпӗ сана пиллӗп тата санӑн йӑхна тинӗс хӗрринчи шутласа кӑларма ҫук хӑйӑр пӗрчисем пек йышлӑ тӑвӑп“, — тесе хӑв каларӑн вӗт».

13 Иаков унта ҫӗр каҫма юлнӑ. Вӑл хӑйӗн пиччӗшне Исава парне памашкӑн хӑйӗн мӗн пурринчен 14 200 качака, 20 качака таки, 200 сурӑх, 20 така, 15 30 сӑвакан тӗве тата вӗсен тихисене, 40 ӗне, 10 вӑкӑр, 20 ашак ами тата 10 ашак аҫи суйласа илнӗ.

16 Иаков выльӑхсене кӗтӳсем ҫине пайласа тарҫисене панӑ та ҫапла каланӑ: «Ман умран пырӑр тата кӗтӳсене пӗр-пӗринчен аяккарах тытса пырӑр». 17 Вӑл пӗрремӗш тарҫине ҫапла хушнӑ: «Ман пичче Иса́в сана тӗл пулсан тата: „Сан хуҫу кам, ӑҫта каятӑн тата ҫак кӗтӳ камӑн?“ — тесе ыйтсан, 18 ҫапла кала: „Иаков тарҫун. Ҫак выльӑхсем — ман хуҫам Иса́в валли парне. Хӑй вара вӑл пирӗн хыҫран пырать“». 19 Вӑл иккӗмӗш тарҫине те, виҫҫӗмӗшне те, кӗтӳсене хӑваласа пыракансене пурне те: «Исава тӗл пулсан ҫавнах калӑр, — тенӗ. — 20 Тата ҫапла калӑр: „Сан тарҫу Иаков пирӗн хыҫран пырать“». Вӑл ҫапла шутланӑ: «Хам умран парнесем ярса ун чӗрине ҫемҫетӗп. Мана тӗл пулсан вара, тен, вӑл манпа ырӑ пулӗ». 21 Вӑл парнисене хӑй умӗнчен янӑ, хӑй вара лагерьте ҫӗр каҫма юлнӑ.

22 Иаков ҫӗр варринче тӑрса хӑйӗн икӗ арӑмне, икӗ хӗрарӑм тарҫине тата 11 ывӑлне пӗрле илсе Иаво́к урлӑ тарӑнах мар вырӑнтан каҫса кайнӑ. 23 Вӑл вӗсене те, хӑйӗн мӗн пуррине те юханшыв* тепӗр енне каҫарнӑ.

24 Иаков пӗччен тӑрса юлсан, унпа ҫын кӗрешме тытӑннӑ, тул ҫутӑличченех кӗрешнӗ. 25 Вӑл, хӑй Иакова ҫӗнтерейменнине курсан, унӑн пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑммине* мӑкӑлтанӑ. 26 Вара вӑл Иакова каланӑ: «Тул ҫутӑлать ӗнтӗ, яр мана». Анчах Иаков: «Ямастӑп, малтан пилле мана», — тенӗ. 27 Лешӗ: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл: «Иаков», — тесе хуравланӑ. 28 Вӑл каланӑ: «Текех сана Иаков мар, Израиль* тесе чӗнӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Турӑпа тата ҫынсемпе кӗрешрӗн те ҫӗнтертӗн». 29 Иаков: «Кала—ха, эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Мӗншӗн эсӗ ман ята ыйтатӑн?» — тенӗ. Вара вӑл Иакова пилленӗ. 30 Иаков ҫав вырӑна Пенуэ́л* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен: «Эпӗ Турра куҫа-куҫӑн куртӑм, ҫавах чӗрӗ тӑрса юлтӑм», — тенӗ.

31 Вӑл Пенуэлран иртнӗ чухне хӗвел тухнӑ пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл уксахласа пынӑ, мӗншӗн тесен пӗҫҫине амантнӑ пулнӑ. 32 Израиль ҫыннисем халӗ те пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав ҫын Иаков пӗҫҫине сӗртӗнсе шӑнӑрне амантнӑ.

33 Иаков Исавпа пӗрле 400 ҫын ҫывхарса килнине курнӑ. Вара вӑл Лийӑна ачисемпе пӗрле, Рахиле ачипе пӗрле тата икӗ хӗрарӑм тарҫине ачисемпе пӗрле уйӑрса тӑратнӑ. 2 Хӗрарӑм тарҫисемпе вӗсен ачисене вӑл малта тӑратнӑ, вӗсен хыҫӗнчен Лийӑпа унӑн ачисене, чи вӗҫӗнче вара Рахильпе Иосифа тӑратнӑ. 3 Хӑй вӑл пуринчен малта утса пынӑ, пиччӗшӗ патне ҫывхарса пынӑ май вӑл ҫичӗ хутчен ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

4 Иса́в ӑна хирӗҫ чупса пынӑ та ӑна ыталаса илсе чуптунӑ, вӗсем макӑрса янӑ. 5 Иса́в хӗрарӑмсемпе ачасене курсан: «Кусем камсем санпа пӗрле?» — тесе ыйтнӑ. Иаков: «Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхӗпе санӑн тарҫуна панӑ ачасем», — тенӗ. 6 Вара хӗрарӑм тарҫӑсемпе вӗсен ачисем пырса ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 7 Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, кайран Иосифпа Рахи́ль те пырса ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

8 Иса́в ыйтнӑ: «Ҫак ҫынсемпе выльӑха ман пата мӗншӗн ятӑн?» Иаков: «Хуҫамӑм, эпӗ сан чӗрӳне ҫемҫетесшӗнччӗ», — тенӗ. 9 Иса́в ҫапла каланӑ: «Шӑллӑм, ман хамӑн та пурлӑх нумай, выльӑху хӑвӑнтах юлтӑр». 10 Анчах Иаков ҫапла каланӑ: «Ҫук, эпӗ сана юрарӑм пулсан, тархасшӑн, ҫак парнесене йышӑн. Сан сӑнна курас тесе эпӗ ҫак парнесене ятӑм. Сан сӑнна курсан вара Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен эсӗ мана савӑнса кӗтсе илтӗн. 11 Тархасшӑн, ҫак парнесене* йышӑнсам, мӗншӗн тесен Турӑ манпа ырӑ пулчӗ, манӑн веҫех пур». Вӑл ҫине тӑнине пула лешӗ парнесене илнӗ.

12 Кайран Иса́в: «Айта ҫула тухар. Эпӗ малта пырӑп», — тенӗ. 13 Анчах Иаков ҫапла каланӑ: «Ман хуҫам манӑн пӗчӗк ачасем тата сӑвакан сурӑхсемпе ӗнесем пуррине пӗлет. Вӗсене пӗр кун та пулин хытӑ хӑваласа пырсан пӗтӗм выльӑх вилсе пӗтӗ. 14 Хуҫамӑм, эсӗ хӑвӑн чуру умӗнчен кай. Эпӗ ерипенрех, выльӑха хӑваламасӑр, ачасене васкатмасӑр пырӑп. Ҫапла хамӑн хуҫам патне Сеира ҫитӗп». 15 Иса́в ҫапла каланӑ: «Хам ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисене санпа хӑварам». Иаков вара хуравланӑ: «Кирлӗ мар, хуҫамӑн кӑмӑлне ҫеҫ тупасчӗ». 16 Ҫав кун Иса́в каялла Сеира кайнӑ.

17 Иаков Сокхофа кайнӑ та хӑйӗн валли ҫурт туса лартнӑ тата выльӑх тӑратмалли вырӑнсем тунӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫав вырӑна Сокхо́ф* тесе ят панӑ.

18 Падда́н-Арамран таврӑнсан Иаков тӗрӗс-тӗкелех Ханаа́н ҫӗрӗнчи Сихема ҫитнӗ. Вара ҫав хула ҫумӗнче лагерьпе вырнаҫса тӑнӑ. 19 Кайран вӑл 100 кеси́та* парса Еммо́р ывӑлӗсенчен уйӑн пӗр пайне илнӗ те унта хӑйӗн чатӑрне лартнӑ. Еммо́р ывӑлӗсенчен пӗри Сихе́м ятлӑ пулнӑ. 20 Иаков унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ та ӑна «Турӑ — Израиль Турри» тесе ят панӑ.

34 Дина, Иаковпа Лийӑн хӗрӗ, вӑхӑта час-часах ҫав вырӑнта пурӑнакан хӗрсемпе пӗрле ирттернӗ. 2 Ӑна Еммо́рӑн — еве́й ҫыннин, ҫав ҫӗр пуҫлӑхӗн — ывӑлӗ Сихе́м курнӑ. Вӑл ӑна ярса тытнӑ та мӑшкӑлланӑ. 3 Сихе́м пӗрмай Иаков хӗрӗ Дина ҫинчен шутласа ҫӳренӗ. Вӑл ӑна юратса пӑрахнӑ тата тӗрлӗ сӑмахсем каласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрасшӑн пулнӑ. 4 Юлашкинчен Сихе́м хӑйӗн ашшӗне Еммора: «Мана ҫак хӗре качча илсе пар», — тенӗ.

5 Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна Сихе́м чыссӑрлатни ҫинчен илтнӗ. Ун чухне унӑн ывӑлӗсем уйра кӗтӳ пӑхнӑ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсем таврӑниччен никама та нимӗн те шарламан. 6 Вӑхӑт иртсен Еммо́р, Сихе́м ашшӗ, Иаковпа калаҫма пынӑ. 7 Иаков ывӑлӗсем мӗн пулса иртни ҫинчен илтсессӗн тӳрех уйран таврӑннӑ. Ҫакӑ вӗсене хытӑ кӳрентернӗ, вӗсем урсах кайнӑ, мӗншӗн тесен Сихе́м Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ: вӑл Иаков хӗрӗпе выртса ҫывӑрса усал ӗҫ тунӑ.

8 Еммо́р вӗсене каланӑ: «Манӑн ывӑл Сихе́м сирӗн хӗре юратса пӑрахрӗ. Хӑвӑр хӗре ӑна качча парсамӑр. 9 Пирӗнпе хурӑнташланӑр: хӑвӑр хӗрсене пире качча парӑр, пирӗн хӗрсене вара хӑвӑр валли качча илӗр. 10 Пирӗнпе пурӑнма пултаратӑр, пирӗн пӗтӗм ҫӗрпе хуҫаланӑр: ҫакӑнта вырнаҫӑр, пурӑнӑр, хӑвӑр ӗҫпе ӗҫлӗр». 11 Кайран Сихе́м Динӑн ашшӗпе пиччӗшӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн сирӗн кӑмӑлӑра ҫеҫ ҫавӑрасчӗ, эпӗ эсир мӗн ыйтнине веҫех парӑп. 12 Хӗршӗн чи пысӑк хак, чи хаклӑ парне ыйтма пултаратӑр. Кирек мӗн ыйтсан та, эпӗ парӑп сире. Ҫак хӗре мана качча парӑр ҫеҫ».

13 Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора хуравланӑ чухне Иаков ывӑлӗсем вӗсене улталанӑ, мӗншӗн тесен Сихе́м вӗсен йӑмӑкне Динӑна чыссӑрлатнӑ пулнӑ. 14 Вӗсем ҫапла хуравланӑ: «Эпир ҫакна тума пултараймастпӑр — хамӑр йӑмӑка ӳт кастарман* ҫынна параймастпӑр, мӗншӗн тесен ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать. 15 Сирӗн арҫынсем пурте ӳт кастарса пирӗн пек пулса тӑрсан ҫеҫ эпир килӗшӗпӗр. 16 Вара эпир хамӑр хӗрсене сире качча парӑпӑр, сирӗннисене хамӑр валли качча илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр. 17 Эсир эпир каланине тумасан, ӳт кастармасан, эпир хамӑр йӑмӑка* илӗпӗр те кунтан кайӑпӑр».

18 Вӗсен сӑмахӗсем Еммора тата унӑн ывӑлне Сихема килӗшнӗ. 19 Ҫамрӑк каччӑ вӗсем мӗн каланине тума васканӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иаков хӗрне питӗ килӗштернӗ. Ҫав каччӑна вара ашшӗн килӗнче пуринчен ытларах хисепленӗ.

20 Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихе́м хула хапхи патне пырса хула ҫыннисене ҫапла каланӑ: 21 «Ҫак ҫынсем пирӗнпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнччӑр, хӑйсен ӗҫӗсене туччӑр, вӗсем валли те ҫӗр ҫитӗ. Эпир вӗсен хӗрӗсене хамӑр валли качча илме пултарӑпӑр, хамӑр хӗрсене вӗсене парӑпӑр. 22 Анчах та пирӗн вӗсен йӑли тӑрӑх пур арҫынна та ӳт кастармалла, вара тин вӗсем пирӗнпе пурӑнма, пӗр халӑх пулма килӗшӗҫ. 23 Вӗсен пурлӑхӗ, пуянлӑхӗ, пӗтӗм выльӑхӗ пирӗн пулса тӑмӗ-и? Айтӑр килӗшер, вара вӗсем пирӗнпе пӗрле пурӑнӗҫ». 24 Хула хапхи патӗнче пуҫтарӑнакансем пурте Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихе́м мӗн каланине тунӑ: пур арҫынна та, хула хапхи патӗнче пуҫтарӑнакансене пурне те, ӳт кастарнӑ.

25 Виҫҫӗмӗш кунне вара, вӗсем ыратнипе асапланнӑ чухне, Иаков ывӑлӗсем — Симеонпа Ле́вий, Динӑн пиччӗшӗсем, — хӗҫ илсе хулана кӗнӗ те, хула ҫыннисем кӗтмен-туман ҫӗртен, мӗнпур арҫынна вӗлерсе тухнӑ. 26 Вӗсем Емморпа унӑн ывӑлне Сихема хӗҫпе чиксе вӗлернӗ те Динӑна Сихе́м килӗнчен илсе тухса кайнӑ. 27 Иаковӑн ытти ывӑлӗсем хулана пырсан пур арҫынна та вӗлерсе пӗтернине курнӑ. Вӗсем хӑйсен йӑмӑкне чыссӑрлатнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ. 28 Вӗсем вак выльӑха, шултра выльӑха, ашаксене, хулара тата уйра мӗн пуррине веҫех илсе кайнӑ. 29 Ҫавӑн пекех пӗтӗм пурлӑхне илсе кайнӑ, мӗнпур ачине, арӑмне тыткӑна илнӗ, кил-ҫурчӗсенче нимӗн те хӑварман.

30 Иаков Симеонпа Левие ҫапла каланӑ: «Сире пула мана инкек ҫитӗ*. Эсир ҫак ҫӗрте пурӑнакан ҫынсене, ханаансемпе ферезейсене, мана курайми турӑр. Вӗсем пуҫтарӑнса ман ҫине тапӑнӗҫ, ман вара ҫын сахал. Вӗсем мана та, ман килтисене пурне те пӗтерӗҫ». 31 Лешӗсем вара ҫапла хуравланӑ: «Пирӗн йӑмӑкпа аскӑн хӗрарӑмпа* хӑтланнӑ пек хӑтланма юрать-им вара?»

35 Ҫавӑн хыҫҫӑн Турӑ Иакова каланӑ: «Вефиле кайса унта пурӑн. Унта ман валли, Иса́в пиччӳнтен тарнӑ чухне курӑннӑ чӑн Турру валли, парне вырӑнӗ ту».

2 Вара Иаков хӑйӗн килӗнчисене тата хӑйӗнпе пӗрле пынӑ пур ҫынна та ҫапла каланӑ: «Хӑвӑрӑн йӗрӗхсенчен* хӑтӑлӑр, тасалӑр тата тумтире улӑштарӑр. 3 Кайран эпир Вефиле кайӑпӑр. Эпӗ унта чӑн Турӑ валли парне вырӑнӗ тӑвӑп. Вӑл, хама инкек пырса ҫапсан, мана хуравланӑ тата, эпӗ кирек ӑҫта кайсан та, манпа пӗрле пулнӑ». 4 Вӗсем мӗнпур йӗрӗхе тата хӑлхисенчи алкисене Иакова панӑ, вара Иаков вӗсене Сихе́м ҫумӗнчи пысӑк йывӑҫ айне алтса пытарнӑ.

5 Вӗсем ҫула тухсан, Турӑ таврари хуласенче пурӑнакансене сехӗрлентерсе ӳкернӗ, ҫавӑнпа вӗсем Иаков ывӑлӗсене хыҫран хӑваламан. 6 Юлашкинчен Иаков хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле Ханаа́н ҫӗрӗнчи Луза, урӑхла каласан Вефиле, ҫитнӗ. 7 Вӑл унта парне вырӑнӗ тунӑ та ҫав вырӑна Эл-Вефи́ль* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн пиччӗшӗнчен тарнӑ чухне унта ӑна чӑн Турӑ курӑннӑ пулнӑ. 8 Кӑшт вӑхӑт иртсен Ревеккӑна ӗмӗртсе ӳстернӗ Дево́ра вилнӗ. Ӑна ту айӗнче, Вефи́ль вырнаҫнӑ вырӑнта, юман айӗнче пытарнӑ. Ҫавӑнпа Иаков ҫав йывӑҫа Алло́н-Баку́т* тесе ят панӑ.

9 Иаков Падда́н-Арамран таврӑннӑ чухне Турӑ ӑна тепре курӑннӑ та пилленӗ. 10 Турӑ ӑна каланӑ: «Сана Иаков тесе чӗнеҫҫӗ. Халӗ вара сана Иаков мар, Израиль тесе чӗнӗҫ». Вара вӑл ӑна Израиль тесе ят панӑ. 11 Ҫавӑн пекех Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ. Эпӗ сан йӑхна йышлӑ тӑвӑп. Санран халӑхсем, нумай халӑх тухӗ, тата санран патшасем пулса кайӗҫ. 12 Авраампа Исаака панӑ ҫӗре эпӗ сана тата санӑн йӑхна парӑп». 13 Унтан Турӑ Иаков патӗнчен кайнӑ.

14 Иаков хӑйӗнпе Турӑ калаҫнӑ вырӑнта чулран палӑк туса лартнӑ та ун ҫине хӗрлӗ эрехпе* ҫу юхтарнӑ. 15 Иаков хӑйне Турӑ курӑннӑ вырӑна малалла та Вефи́ль тенӗ.

16 Кайран вӗсем Вефильтен кайнӑ. Ефрафӑна ҫитиччен тата нумай каймалла пулнӑ-ха. Ҫав вӑхӑтра Рахи́ль ҫуратма пуҫланӑ, вӑл хытӑ ыратнипе асапланнӑ. 17 Рахи́ль тертленнӗрен, ача ҫуратма пулӑшакан хӗрарӑм ӑна ҫапла каланӑ: «Ан хӑра, сан тата тепӗр ывӑл пулӗ». 18 Рахи́ль виле пуҫланӑ. Пурнӑҫӗ татӑлас умӗн вӑл хӑйӗн ывӑлне Бено́ни* тесе ят панӑ, анчах Иаков ӑна Вениамин* тесе ят панӑ. 19 Рахи́ль вилнӗ. Ӑна Ефрафӑна, урӑхла каласан Вифлеема, илсе каякан ҫул патӗнче пытарнӑ. 20 Иаков унӑн виле шӑтӑкӗ тӗлӗнче юпа лартнӑ. Ҫав юпа Рахи́лӗн виле шӑтӑкӗ тӗлӗнче паянхи кун та тӑрать.

21 Израиль малалла ҫул тытнӑ. Вӑл хӑйӗн чатӑрне Еде́р башни хыҫӗнче лартнӑ. 22 Израиль ҫав ҫӗрте пурӑннӑ чухне унӑн ывӑлӗ Руви́м Валлӑпа, ашшӗн ҫум-арӑмӗпе, выртса ҫывӑрнӑ. Израиль ҫавӑн ҫинчен илтнӗ.

Иаковӑн 12 ывӑл пулнӑ. 23 Лия ывӑлӗсем: Иаковӑн аслӑ ывӑлӗ Руви́м, ун хыҫҫӑнхи Симео́н, Ле́вий, Иуда, Иссаха́р тата Завуло́н. 24 Рахи́ль ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин. 25 Валлӑн, Рахи́лӗн хӗрарӑм тарҫин, ывӑлӗсем: Дан тата Неффали́м. 26 Зелфӑн, Лийӑн хӗрарӑм тарҫин, ывӑлӗсем: Гад тата Аси́р. Кусем Иаковӑн Падда́н-Арамра ҫуралнӑ ывӑлӗсем.

27 Юлашкинчен Иаков хӑйӗн ашшӗ патне, Исаа́к патне, Кириа́ф-Арба́ ҫумӗнчи, урӑхла каласан Хевро́н ҫумӗнчи, Мамрене ҫитнӗ. Унта Авраа́м та, Исаа́к та ютран килнӗ ҫынсем пек пурӑннӑ пулнӑ. 28 Исаа́к 180 ҫул пурӑннӑ. 29 Вӑл ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ*. Унӑн ывӑлӗсем, Исавпа Иаков, ӑна пытарнӑ.

36 Акӑ Иса́вӑн, урӑхла каласан Эдо́мӑн, йӑх-кӑкӗ.

2 Иса́в ҫак ханаансен хӗрӗсене качча илнӗ: Хет ҫыннин Ело́нӑн хӗрне Адӑна тата Оливемӑна — Анӑн хӗрне, еве́й ҫыннин Цивео́нӑн мӑнукне; 3 ҫавӑн пекех вӑл Васемафӑна — Измаи́лӑн хӗрне, Наваио́фӑн йӑмӑкне* — качча илнӗ.

4 А́да Исава Елифаза ҫуратса панӑ; Васема́фа Рагуила ҫуратса панӑ;

5 Оливе́ма Иеуса, Иеглома тата Корея ҫуратса панӑ.

Кусем Иса́вӑн Ханаанра ҫуралнӑ ывӑлӗсем. 6 Каярахпа Иса́в хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗрӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, мӗнпур кӗтӗвне, ытти мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, Ханаа́н ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн шӑллӗ Иаков патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ. 7 Пурлӑхӗ ытла та нумай пулса кайнӑран вӗсем пӗрле пурӑнма пултарайман. Вӗсен шутсӑр нумай выльӑх пулнӑ, ҫавӑнпа хӑйсем пурӑнакан* вырӑнта вӗсене ҫӗр ҫитмен. 8 Иса́в Сеи́р сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче пурӑнма пуҫланӑ. Иса́вӑн тепӗр ячӗ — Эдо́м.

9 Акӑ Иса́вӑн, Сеи́р сӑрчӗ-тӑвӗ ҫинче пурӑнакан эдомсен ашшӗн, йӑх-кӑкӗ.

10 Иса́в ывӑлӗсен ячӗсем: Елифа́з, Иса́в арӑмӗн Адӑн ывӑлӗ, тата Рагуи́л, Иса́в арӑмӗн Васема́фӑн ывӑлӗ.

11 Елифа́з ывӑлӗсем: Фема́н, Ома́р, Це́фо, Гафа́м тата Кена́з. 12 Иса́в ывӑлӗн Елифа́зӑн ҫум-арӑмӗ Фи́мна пулнӑ. Вӑл Елифаза Амалика ҫуратса панӑ. Кусем — Иса́в арӑмӗн Адӑн ывӑлӗсем.

13 Рагуи́л ывӑлӗсем: Наха́ф, За́ра, Ша́мма тата Ми́за. Кусем — Иса́в арӑмӗн Васема́фӑн ывӑлӗсем.

14 Акӑ Оливе́мӑн — А́на хӗрӗн, Цивео́н мӑнукӗн, Иса́в арӑмӗн — Исава ҫуратса панӑ ывӑлӗсем: Иеу́с, Иегло́м тата Коре́й.

15 Акӑ Исавран тухнӑ йӑх пуҫӗсем. Иса́вӑн аслӑ ывӑлӗн Елифа́зӑн ывӑлӗсем: Фема́н, Ома́р, Це́фо, Кена́з, 16 Коре́й, Гафа́м тата Амали́к. Вӗсем Эдо́м ҫӗрӗнче Елифазран тухнӑ йӑх пуҫӗсем. Кусем — А́да ывӑлӗсем.

17 Иса́в ывӑлӗн Рагуи́лӑн ывӑлӗсем: Наха́ф, За́ра, Ша́мма тата Ми́за. Вӗсем Эдо́м ҫӗрӗнче Рагуилран тухнӑ йӑх пуҫӗсем. Кусем — Иса́в арӑмӗн Васема́фӑн ывӑлӗсем.

18 Иса́в арӑмӗн Оливе́мӑн ывӑлӗсем: Иеу́с, Иегло́м тата Коре́й. Кусем — Иса́в арӑмӗнчен Оливемӑран, А́на хӗрӗнчен, тухнӑ йӑх пуҫӗсем.

19 Вӗсем Иса́вӑн, урӑхла каласан Эдо́мӑн, ывӑлӗсем, унран тухнӑ йӑх пуҫӗсем.

20 Акӑ хорре́й ҫыннин Сеи́рӑн ывӑлӗсем — ҫав ҫӗрте пурӑнакан ҫынсем: Лота́н, Шова́л, Цивео́н, А́на, 21 Дишо́н, Эце́р тата Диша́н. Кусем Эдо́м ҫӗрӗнчи Сеи́р ывӑлӗсем, хоррейсен йӑх пуҫӗсем.

22 Лота́н ывӑлӗсем: Хо́ри тата Гема́н; Лота́н йӑмӑкӗ* — Фи́мна.

23 Шова́л ывӑлӗсем: Алва́н, Манаха́ф, Гева́л, Ше́фо тата Она́м.

24 Цивео́н ывӑлӗсем: А́ия тата А́на. Шӑп ҫав А́на хӑйӗн ашшӗн Цивео́нӑн ашакӗсене пӑхса ҫӳренӗ чухне пушхирте вӗри ҫӑлкуҫсем тупнӑ.

25 А́на ачисем: Дишо́н тата Оливе́ма, А́на хӗрӗ.

26 Дишо́н ывӑлӗсем: Хемда́н, Эшба́н, Ифра́н тата Хера́н.

27 Эце́р ывӑлӗсем: Билга́н, Заава́н тата Ака́н.

28 Диша́н ывӑлӗсем: Уц тата Ара́н.

29 Акӑ хоррейсен йӑх пуҫӗсем: Лота́н, Шова́л, Цивео́н, А́на, 30 Дишо́н, Эце́р тата Диша́н. Кусем Сеи́р ҫӗрӗнчи хоррейсен йӑх пуҫӗсем.

31 Акӑ Эдомра ертсе пынӑ патшасем. Ун чухне Израильте патшасем пулман-ха. 32 Эдомра Вео́р ывӑлӗ Бе́ла ертсе пынӑ. Унӑн хули Динга́ва ятлӑ пулнӑ. 33 Бе́ла вилсен ун вырӑнне Восорти За́ра ывӑлӗ Иова́в ертсе пыма пуҫланӑ. 34 Иова́в вилсен ун вырӑнне Фема́н ҫынни Хуша́м ертсе пыма пуҫланӑ. 35 Хуша́м вилсен ун вырӑнне Беда́д ывӑлӗ Гада́д ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл Моа́в ҫӗрӗнче мадиансене аркатса тӑкнӑ пулнӑ. Унӑн хули Ави́ф ятлӑ пулнӑ. 36 Гада́д вилсен ун вырӑнне Масрекӑри Са́мла ертсе пыма пуҫланӑ. 37 Са́мла вилсен ун вырӑнне юханшыв ҫумӗнчи Реховофри Сау́л ертсе пыма пуҫланӑ. 38 Сау́л вилсен ун вырӑнне Ахбо́р ывӑлӗ Ваа́л-Хана́н ертсе пыма пуҫланӑ. 39 Ваа́л-Хана́н, Ахбо́р ывӑлӗ, вилсен ун вырӑнне Гада́р ертсе пыма пуҫланӑ. Унӑн хули Па́у ятлӑ пулнӑ, арӑмне Мегетаве́ль тесе чӗннӗ. Вӑл Матре́да хӗрӗ тата Мезага́в мӑнукӗ пулнӑ.

40 Исавран тухнӑ йӑх пуҫӗсене хӑйсен ҫемйисем тӑрӑх тата хӑйсем пурӑнакан вырӑнӗ тӑрӑх каласа тухас пулсан, вӗсен ячӗсем ҫаксем: Фи́мна, А́лва, Иете́ф, 41 Оливе́ма, И́ла, Пино́н, 42 Кена́з, Фема́н, Мивца́р, 43 Магдии́л тата Ира́м. Кусем Эдомран тухнӑ тата хӑйсем тытса тӑракан ҫӗрсенчи йӑх пуҫӗсем. Вӗсем Иса́вӑн, эдомсен ашшӗн, йӑхӗнчен тухнисем.

37 Иаков хӑйӗн ашшӗ пурӑннӑ ҫӗрте*, Ханаа́н ҫӗрӗнче, пурӑнма юлнӑ.

2 Акӑ Иаковӑн пурнӑҫӗ.

Иосиф 17 ҫулта пулнӑ чухне хӑйӗн ашшӗн арӑмӗсен, Валлӑпа Зе́лфӑн, ывӑлӗсемпе пӗрле кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ. Иосиф хӑйӗн ашшӗне пиччӗшӗсем япӑх ӗҫсем туни ҫинчен каласа панӑ. 3 Израиль Иосифа хӑйӗн ытти ывӑлӗсенчен ытларах юратнӑ, мӗншӗн тесен Иосиф ҫуралнӑ чухне Израиль ватӑ пулнӑ. Вӑл Иосиф валли илемлӗ вӑрӑм тумтир туса панӑ. 4 Пиччӗшӗсем, ашшӗ Иосифа хӑйсенчен ытларах юратнине курсан, Иосифа курайми пулнӑ, унпа ыррӑн калаҫайман.

5 Пӗррехинче Иосиф тӗлӗк курнӑ. Вӑл ӑна пиччӗшӗсене каласа панӑ та, лешӗсем ӑна тата ытларах курайми пулнӑ. 6 Иосиф вӗсене каланӑ: «Эпӗ мӗнле тӗлӗк курнине итлӗр-ха: 7 эпир уйра кӗлте ҫыхаттӑмӑр, акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳрленсе тӑчӗ, сирӗн кӗлтесем вара ман кӗлте тавра пуҫтарӑнса ӑна пуҫҫапрӗҫ». 8 Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: «Пирӗн патша пулса тӑрса пирӗнпе хуҫаланӑп тесшӗн-и эсӗ?» Вара вӗсем Иосифа унӑн тӗлӗкӗсемпе сӑмахӗсемшӗн тата ытларах курайми пулнӑ.

9 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосиф тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна та пиччӗшӗсене каласа панӑ: «Эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: хӗвел, уйӑх тата 11 ҫӑлтӑр мана пуҫҫапрӗҫ». 10 Кайран вӑл тӗлӗкне пиччӗшӗсем умӗнче ашшӗне каласа панӑ, вара ашшӗ ӑна ӳпкелесе илнӗ: «Мӗне пӗлтерет ку тӗлӗк? Эпӗ, сан аннӳ тата пиччӳсем пырӑпӑр та ҫӗре ӳксе сана пуҫҫапӑпӑр тесшӗн-и эсӗ?» 11 Пиччӗшӗсем Иосифа ӑмсанма пуҫланӑ, ашшӗ вара ун сӑмахӗсене асра тытнӑ.

12 Пӗррехинче унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн кӗтӗвне кӗтсе ҫӳреме Сихе́м таврашне кайнӑ. 13 Пӗр вӑхӑт иртсен Израиль Иосифа ҫапла каланӑ: «Пиччӳсем Сихе́м таврашӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. Вӗсем патне кайса кил-ха». Иосиф: «Юрать, атте», — тенӗ. 14 Израиль ӑна каланӑ: «Кайса пӑх: сан пиччӳсен веҫех йӗркеллӗ-и, кӗтӗвӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? Кайран таврӑн та мана каласа пар». Ҫапла каласа вӑл Иосифа Хевро́н айлӑмӗнчен ҫула кӑларса янӑ, вара лешӗ Сихе́м еннелле ҫул тытнӑ. 15 Каярахпа Иосиф уй тӑрӑх утса пынӑ чухне ӑна пӗр ҫын тӗл пулнӑ. Вӑл Иосифран: «Эсӗ мӗн шыратӑн?» — тесе ыйтнӑ. 16 Иосиф каланӑ: «Эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп. Вӗсем ӑҫта кӗтӳ кӗтсе ҫӳренине эсӗ пӗлместӗн-и?» 17 Ҫав ҫын каланӑ: «Вӗсем кунтан кайрӗҫ. Эпӗ вӗсем: „Айтӑр Дофана каятпӑр“, — тенине илтрӗм». Вара Иосиф Дофана кайнӑ та унта хӑйӗн пиччӗшӗсене шыраса тупнӑ.

18 Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ. Вара, вӑл вӗсем патне ҫитсе пынӑ чухне, ӑна вӗлерме калаҫса татӑлнӑ. 19 Вӗсем пӗр-пӗрне: «Курӑр—ха, тӗлӗк ӑсти килет, — тенӗ. — 20 Айтӑр ӑна вӗлерер те шӑтӑка* пӑрахар. Кайран ӑна тискер чӗрчун ҫисе янӑ тесе калӑпӑр. Ун тӗлӗкӗсем мӗнле пурнӑҫланнине курӑпӑр вара». 21 Руви́м ҫакна илтсен Иосифа ҫӑласшӑн пулса: «Вӗлерер мар ӑна», — тенӗ. 22 Руви́м ҫапла каланӑ: «Юн ан тӑкӑр. Ӑна пушхирте ҫак шӑтӑка пӑрахӑр, анчах ан вӗлерӗр ӑна». Руви́м Иосифа ашшӗне каялла тавӑрса парас тесе ӑна ҫӑлса хӑварасшӑн пулнӑ.

23 Иосиф пиччӗшӗсем патне ҫитсен, лешӗсем вӑл тӑхӑнса ҫӳренӗ илемлӗ тумтирне хывса илнӗ те 24 Иосифа шӑтӑка пӑрахнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑтӑкӗ пушӑ пулнӑ, унта шыв пулман.

25 Унтан вӗсем апат ҫиме ларнӑ. Вара вӗсем Галаадран Измаи́л ҫыннисен караванӗ килнине курах кайнӑ. Тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑллӑ сухӑр*, бальзам тата йывӑҫ хуппи* тиенӗ пулнӑ. Ҫаксене веҫех вӗсем Египета илсе кайнӑ. 26 Вара Иуда пӗртӑванӗсене ҫапла каланӑ: «Эпир шӑллӑма вӗлернинчен тата хамӑр мӗн тунине пытарнинчен пире мӗн усси? 27 Айтӑр ӑна Измаи́л ҫыннисене сутса ярар. Вӗлерер мар ӑна, вӑл — пирӗн шӑллӑм, эпир пӗр юн* вӗт». Пӗртӑванӗсем унпа килӗшнӗ. 28 Мадиансен купсисем иртсе кайнӑ чухне пиччӗшӗсем Иосифа шӑтӑкран кӑларнӑ та, уншӑн 20 ше́кель* кӗмӗл ыйтса, ӑна Измаи́л ҫыннисене сутса янӑ.

29 Каярахпа Руви́м шӑтӑк патне таврӑннӑ, унта Иосиф ҫуккине курсан хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ. 30 Шӑллӗсем патне таврӑнсан вӑл: «Ача ҫук! Мӗн тумалла халь манӑн?» — тесе кӑшкӑрса янӑ.

31 Вӗсем Иосифӑн тумтирне илнӗ те качака такине пусса тумтире юнпа вараласа пӗтернӗ. 32 Унтан вӗсем ҫав тумтире ашшӗне кайса парса ҫапла калама ыйтнӑ: «Эпир акӑ мӗн тупрӑмӑр. Пӑх-ха, ку санӑн ывӑлун тумтирӗ мар-и?» 33 Вӑл тумтирне палласа илнӗ те кӑшкӑрса янӑ: «Ку манӑн ывӑлӑн тумтирӗ! Иосиф ҫине тискер чӗрчун тапӑнса ӑна ҫурса тӑкнӑ!» 34 Иаков хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та пилӗкне хуйхӑ тумтирӗ* ҫыхса ывӑлӗшӗн нумай кун макӑрнӑ. 35 Унӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем пурте ӑна йӑпатма тӑрӑшнӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман. Вӑл: «Ҫӗре* кӗричченех ывӑлӑмшӑн хуйхӑрса пурӑнӑп!» — тесе уншӑн макӑрма чарӑнман.

36 Мадиансем вара Иосифа Египетра Потифара — фараон ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракана, хуралҫӑсен пуҫлӑхне — сутса янӑ.

38 Ҫав вӑхӑтсенче Иуда хӑйӗн пӗртӑванӗсем патӗнчен кайнӑ та Хи́ра ятлӑ Одолла́м ҫыннинчен инҫех мар хӑйӗн чатӑрне лартнӑ. 2 Унта Иуда Шуйӑн, Ханаа́н ҫыннин, хӗрне курнӑ та ӑна качча илнӗ. Вӑл унпа выртса ҫывӑрнӑ, 3 лешӗ йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ. Иуда ӑна Ир тесе ят панӑ. 4 Арӑмӗ каллех йывӑр ҫын пулса тӑнӑ та ывӑл ҫуратнӑ. Вӑл ӑна Она́н тесе ят панӑ. 5 Кайран вӑл тепӗр ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Ше́ла тесе ят панӑ. Ӑна ҫуратнӑ чухне Иуда Ахзивра пулнӑ.

6 Вӑхӑт иртсен Иуда хӑйӗн аслӑ ывӑлӗ Ир валли арӑм илнӗ. Вӑл Фама́рь ятлӑ пулнӑ. 7 Анчах та Иудӑн аслӑ ывӑлӗ Ир Иегова мӗн япӑх тет, ҫавна туса пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Иегова ӑна вӗлернӗ. 8 Вара Иуда Онана каланӑ: «Пиччӳн арӑмне качча ил*. Эсӗ унӑн упӑшкин пӗртӑванӗ, ҫавӑнпа хӑвӑн тивӗҫне ту: унпа выртса ҫывӑр та пиччӳн йӑхне тӑс». 9 Анчах та Она́н ҫуралас ача хӑйӗн пулас ҫуккине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа пиччӗшӗн арӑмӗпе ҫывӑрнӑ чухне, пиччӗшӗн йӑхне тӑсас мар тесе, ар вӑрлӑхне ҫӗре юхтарнӑ. 10 Она́н мӗн туни Иеговӑшӑн усал ӗҫ пулнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ ӑна та вӗлернӗ. 11 Вара Иуда хӑйӗн кинне Фамаре ҫапла каланӑ: «Манӑн ывӑл Ше́ла ӳссе ҫитӗниччен эсӗ качча каймасӑр аҫу килӗнче пурӑн». Вӑл Ше́ла унӑн пиччӗшӗсем пек вилесрен хӑранипе ҫапла каланӑ. Вара Фама́рь ашшӗн килӗнче пурӑнма пуҫланӑ.

12 Вӑхӑт иртсен Иуда арӑмӗ, Шу́я хӗрӗ, вилнӗ. Хуйхӑрмалли кунсем вӗҫленсен Иуда Хи́ра ятлӑ тусӗпе пӗрле, Одолла́м ҫыннипе пӗрле, Фимнӑна хӑйӗн сурӑхӗсен ҫӑмне касакансем патне кайнӑ. 13 Фамаре ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: «Санӑн хуняҫу Фимнӑна сурӑхсен ҫӑмне касма каять». 14 Ҫакна илтсен вӑл тӑлӑх арӑмсем тӑхӑнса ҫӳрекен тумтире хывнӑ, тутӑр пӗркеннӗ, питне пӗркенчӗкпе хупланӑ та Фимнӑна илсе каякан ҫул ҫинчи Енаи́м хапхи патне кайса ларнӑ. Ше́ла ӳссе ҫитӗннӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫав-ҫавах хуньӑшӗ Фамаре Шелӑна качча паман.

15 Иуда Фамаре курсан вӑл аскӑн хӗрарӑм* тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен лешӗ питне хупланӑ пулнӑ. 16 Иуда ҫулран пӑрӑнса ун патне пынӑ та каланӑ: «Эпӗ санпа выртса ҫывӑрасшӑн». Ку хӑйӗн кинӗ пулнине вӑл пӗлмен. Фама́рь: «Манпа выртса ҫывӑрнӑшӑн эсӗ мана мӗн парӑн?» — тесе ыйтнӑ. 17 Иуда: «Эпӗ сана кӗтӳрен качака путекки парса ярӑп», — тенӗ. Фама́рь: «Ӑна парса яриччен залог хӑварӑн-и?» — тенӗ. 18 Иуда: «Сана мӗнле залог парса хӑварас?» — тесе ыйтнӑ. Фама́рь ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн пичет пусмалли ҫӗррӳне, ӑна ҫакса ҫӳремелли кантруна тата аллунти туюна парса хӑвар». Иуда ӑна ҫаксене веҫех панӑ та унпа выртса ҫывӑрнӑ. Вара лешӗ унран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. 19 Унтан кайсан вӑл тутӑрне хывса тӑлӑх арӑмсем тӑхӑнса ҫӳрекен тумтир тӑхӑнса янӑ.

20 Иуда ҫав хӗрарӑмран залога каялла тавӑрас тесе хӑйӗн тусӗнчен, Одолла́м ҫыннинчен, качака путекки парса янӑ. Анчах та лешӗ Фамаре тупайман. 21 Иуда тусӗ унта пурӑнакан ҫынсенчен: «Енаимра ҫул хӗрринче ларакан аскӑн хӗрарӑм* ӑҫта?» — тесе ыйтнӑ. Анчах лешӗсем: «Кунта аскӑн хӗрарӑм нихӑҫан та пулман», — тенӗ. 22 Вара тусӗ Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: «Эпӗ ӑна тупаймарӑм. Унти ҫынсем те: „Кунта аскӑн хӗрарӑм нихӑҫан та пулман“, — терӗҫ». 23 Вара Иуда каланӑ: «Веҫех хӑйне хӑвартӑр, пирӗн намӑс курмалла ан пултӑрччӗ ҫеҫ. Тепӗр тесен, эпӗ ӑна качака путекки ярса патӑм вӗт. Эсӗ те ӑна тупаймарӑн».

24 Виҫӗ уйӑха яхӑн вӑхӑт иртсен Иудӑна ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: «Сан кинӳ Фама́рь аскӑн хӗрарӑм пек хӑтланса йывӑр ҫын пулса тӑнӑ». Вара Иуда каланӑ: «Илсе тухса ҫунтарса ярӑр ӑна». 25 Ӑна вӗлерме илсе кайнӑ чухне вӑл хуньӑшне ҫапла калама ҫын янӑ: «Эпӗ ҫак япаласен хуҫинчен йывӑр ҫын пулса тӑтӑм». Тата ҫапла каланӑ: «Ҫак пичет пусмалли ҫӗрӗ, кантра тата туя камӑн пулнине ыйтса пӗлсем». 26 Иуда хӑйӗн япалисене палласа илнӗ те ҫапла каланӑ: «Вӑл айӑплӑ мар, эпӗ тӗрӗс мар турӑм, мӗншӗн тесен ӑна хамӑн ывӑла Шелӑна качча памарӑм». Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл унпа урӑх выртса ҫывӑрман.

27 Вӑхӑт ҫитсен Фама́рь йӗкӗрешсем ҫуратнӑ. 28 Ҫуратнӑ чухне йӗкӗрешсенчен пӗри аллине кӑларнӑ, вара ача ҫуратма пулӑшакан хӗрарӑм: «Ку малтан тухрӗ», — тесе ун аллине тӳрех хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ. 29 Анчах вӑл аллине каялла илнӗ те тепӗр ачи тухнӑ. Вара вӑл: «Епле эсӗ малтан тухрӑн!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫавӑнпа ӑна Фаре́с* тесе ят панӑ. 30 Ун хыҫҫӑн аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ унӑн шӑллӗ тухнӑ. Ӑна За́ра тесе ят панӑ.

39 Измаи́л ҫыннисем Иосифа Египета илсе ҫитернӗ. Иосифа Египет ҫынни Потифа́р — фараон ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан, хуралҫӑсен пуҫлӑхӗ — туяннӑ. 2 Иегова Иосифпа пӗрле пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн пур ӗҫӗ те ӑнса пынӑ. Вӑл хӑйӗн хуҫин килӗнче, Египет ҫыннин килӗнче, ӗҫлеме пуҫланӑ. 3 Хуҫи Иегова Иосифпа пӗрле пулнине тата Иегова унӑн пур ӗҫне те ӑнтарса пынине курнӑ.

4 Иосиф Потифа́рӑн кӑмӑлне кайнӑ. Вара Потифа́р ӑна хӑйӗн тарҫи тунӑ, вӑл ӑна шаннӑ. Потифа́р Иосифа хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑраканӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине веҫех ун аллине панӑ. 5 Ҫав вӑхӑтранпа Иегова Иосифшӑн Египет ҫыннин килне пиллесе тӑнӑ. Иегова Потифа́рӑн килӗпе уй-хирӗнче мӗн пуррине пурне те пиллесе тӑнӑ. 6 Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн мӗн пуррине веҫех Иосифа шанса панӑ. Потифа́рӑн вара, хӑй ҫиес апатсӑр пуҫне, урӑх ним ҫинчен те шутламалла пулман. Иосиф хитре те кӗрнеклӗ арҫын пулса тӑнӑ.

7 Вӑхӑт иртсен Иосифа унӑн хуҫин арӑмӗ куҫ хывнӑ. Вӑл ӑна: «Выртса ҫывӑр манпа», — теме пуҫланӑ. 8 Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫа мана кил-ҫурта пӑхса тӑма хушрӗ тата хӑйӗн мӗн пуррине веҫех шанса пачӗ. 9 Ҫак килте манран аслӑраххи ҫук, хуҫа ман алла веҫех пачӗ. Сана кӑна ман тӗкӗнме юрамасть, мӗншӗн тесен эсӗ унӑн арӑмӗ. Мӗнле-ха эпӗ ҫав тери усал ӗҫ туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?»

10 Потифа́рӑн арӑмӗ Иосифа кунран-кун ҫапла каласа тӑнӑ. Анчах Иосиф унпа выртса ҫывӑрма тата унпа пӗрле пулма килӗшмен. 11 Пӗррехинче Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫӗпе кӗнӗ, пӳртре вара тарҫӑсенчен пӗри те пулман. 12 Потифа́рӑн арӑмӗ ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: «Выртса ҫывӑр манпа!» — тенӗ. Анчах Иосиф тумтирне ун аллинче хӑварса пӳртрен тухса тарнӑ. 13 Потифа́рӑн арӑмӗ, Иосиф хӑйӗн тумтирне хӑварса тухса тарнине курсан, 14 тарҫисене кӑшкӑрса чӗннӗ те каланӑ: «Пӑхӑр—ха! Ҫак еврей, ман упӑшка илсе килнӗскер, пире ҫын кулли тӑвасшӑн. Вӑл манпа выртса ҫывӑрас тесе ман пата кӗчӗ, анчах эпӗ хыттӑн кӑшкӑрса ятӑм. 15 Эпӗ кӑшкӑрса ярсан, вӑл хӑйӗн тумтирне хӑварса тухса тарчӗ». 16 Вара Иосифӑн хуҫи Потифа́р килне таврӑниччен вӑл Иосифӑн тумтирне хӑй патӗнче тытнӑ.

17 Арӑмӗ Потифара ҫавнах каласа панӑ: «Эсӗ илсе килнӗ еврей тарҫӑ ман пата кӗчӗ те мана ҫын кулли тӑвасшӑн пулчӗ. 18 Анчах эпӗ кӑшкӑрса ярсанах вӑл хӑйӗн тумтирне хӑварса тухса тарчӗ». 19 Потифа́р хӑйӗн арӑмӗ: «Сан тарҫу манпа акӑ мӗнле хӑтланчӗ», — тенине илтсен ҫав тери тарӑхса кайнӑ. 20 Вара вӑл Иосифа тӗрмене хуптарнӑ. Унта патша тӗрмене хупнӑ ҫынсем ларнӑ пулнӑ. Ҫапла ӗнтӗ Иосиф тӗрмере ларнӑ.

21 Иегова вара Иосифпа пӗрле пулнӑ, ӑна чунтан парӑнса юратнӑ, тӗрме пуҫлӑхӗн кӑмӑлне те Иосиф енне ҫавӑрнӑ. 22 Тӗрме пуҫлӑхӗ Иосифа тӗрмере ларакансене пурне те пӑхса тӑма лартнӑ, лешӗсем вара Иосиф мӗн каланине туса тӑнӑ. 23 Тӗрме пуҫлӑхӗ хӑй Иосифа шанса панӑ ӗҫсем пирки пӑшӑрханман та, мӗншӗн тесен Иегова Иосифпа пӗрле пулнӑ тата Иегова Иосифӑн ӗҫӗсене ӑнтарса пынӑ.

40 Пӗр вӑхӑт иртсен Египет патшин эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ тата ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхӗ хӑйсен хуҫи, Египет патши, умӗнче айӑпа кӗнӗ. 2 Ҫавӑнпа фараон хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем ҫине, эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ тата ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхӗ ҫине, тарӑхса кайнӑ. 3 Вара вӑл вӗсене хуралҫӑсен пуҫлӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи тӗрмене хупнӑ. Шӑпах ҫав тӗрмере Иосиф ларнӑ пулнӑ. 4 Хуралҫӑсен пуҫлӑхӗ Иосифа вӗсемшӗн тӑрӑшма хушнӑ. Ҫапла вӗсем тӗрмере пӗр вӑхӑт хушши ларнӑ.

5 Пӗррехинче ҫӗрле тӗрмере Египет патшин эрех парса тӑраканӗ те, ҫӑкӑр пӗҫерекенӗ те тӗлӗк курнӑ. Кашни тӗлӗкӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пулнӑ. 6 Тепӗр кунне ирхине Иосиф пынӑ та лешӗсем темшӗн пӑшӑрханнине курнӑ. 7 Вӑл фараон ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен, хӑйпе пӗрле тӗрмере ларакансенчен: «Мӗншӗн эсир паян хурлӑхлӑ?» — тесе ыйтнӑ. 8 Лешӗсем ӑна: «Эпир иксӗмӗр те тӗлӗк куртӑмӑр, анчах тӗлӗксене ӑнлантарса паракан ҫын ҫук», — тенӗ. Иосиф вӗсене ҫапла каланӑ: «Тӗлӗксене ӑнлантарса парасси Турӑран мар-и вара? Мана каласа парӑр вӗсене».

9 Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа хӑйӗн тӗлӗкне каласа панӑ: «Эпӗ тӗлӗкре виноград авӑрне куртӑм. 10 Ун ҫинче виҫӗ хунавччӗ. Вӑл папкасем кӑларчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ, вара виноград ҫырли пиҫсе ҫитрӗ. 11 Ман алра фараон куркиччӗ. Эпӗ виноград ҫырлине илтӗм те ӑна пӑчӑртаса сӗткенне фараон куркине юхтартӑм. Кайран куркана фараона тыттартӑм». 12 Иосиф ӑна каланӑ: «Сан тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ хунав вӑл — виҫӗ кун. 13 Виҫӗ кунтан фараон сана ирӗке кӑларӗ* те хӑвӑн вырӑннах тавӑрӗ, вара эсӗ фараона малтанхи пекех, ӑна эрех парса тӑнӑ чухнехи пекех, курка тыттарӑн. 14 Ӗҫӳсем майлашӑнса кайсан, мана аса илсем. Ман ҫинчен фараона каласа парса мана ырӑ тусам*. Тен, вӑл мана ирӗке кӑларӗ. 15 Мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ, кунта вара, эпӗ ним япӑххине туман пулин те, тӗрмене* хупрӗҫ».

16 Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхӗ, Иосиф тӗлӗке ӑнлантарса панӑ чухне эрех парса тӑракана ыррине каланине курсан, ӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ те тӗлӗк куртӑм: ман пуҫ ҫинче виҫӗ карҫинкка шурӑ ҫӑкӑрччӗ. 17 Чи ҫӳлти карҫинккара фараон валли пӗҫернӗ тӗрлӗ ҫӑкӑрччӗ. Кайӑксем ҫавсене ман пуҫ ҫинчи карҫинккаран сӑхса ҫиетчӗҫ». 18 Иосиф ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ сан тӗлӗкӳн пӗлтерӗшӗ: виҫӗ карҫинкка вӑл — виҫӗ кун. 19 Виҫӗ кунран фараон пуҫна кастарса сана юпа ҫине ҫактарӗ, вара кайӑксем кӗлеткӳне сӑха-сӑха ҫийӗҫ».

20 Виҫӗ кунран фараонӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн тарҫисем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне тата ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхне пурин умӗнче те илсе килме хушнӑ*. 21 Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне вӑл хӑйӗн вырӑннех тавӑрнӑ, вара лешӗ каллех фараона курка парса тӑма пуҫланӑ. 22 Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхне вара вӑл, Иосиф тӗлӗке ӑнлантарса панӑ чухне каланӑ пекех, юпа ҫине ҫактарнӑ. 23 Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа аса илмен, вӑл ун пирки манса кайнӑ.

41 Икӗ ҫул иртсен фараон тӗлӗк курнӑ: вӑл Нил юханшывӗ хӗрринче тӑрать пек. 2 Акӑ юханшывран хитре те самӑр ҫичӗ ӗне тухнӑ та Нил ҫыранӗ ҫинче курӑк ҫисе ҫӳреме пуҫланӑ. 3 Кайран юханшывран тепӗр ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем хыткан та илемсӗр пулнӑ. Вӗсем Нил ҫыранӗ хӗрринчи самӑр ӗнесем ҫумне пырса тӑнӑ. 4 Унтан хыткан та илемсӗр ӗнесем самӑр та хитре ӗнесене ҫисе янӑ. Вара фараон вӑранса кайнӑ.

5 Кайран вӑл каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр тӗлӗк курнӑ: пӗр туна ҫинче ҫичӗ тулли те паха пучах тухнӑ. 6 Вӗсем хыҫҫӑн тата ҫичӗ пучах — пушӑ, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ пучахсем — тухнӑ. 7 Вара пушӑ пучахсем ҫичӗ тулли те паха пучаха ҫӑтса янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн фараон вӑранса кайнӑ та ҫакӑ тӗлӗк пулнине ӑнланса илнӗ.

8 Ирхине фараон* пӑлханса ӳкнӗ. Ҫавӑнпа вӑл Египетри священниксене* тата ӑсчахсене пурне те чӗнтерсе килтернӗ те вӗсене хӑйӗн тӗлӗкӗсене каласа панӑ, анчах та тӗлӗксем мӗне пӗлтернине пӗри те ӑнлантарса парайман.

9 Вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ фараона ҫапла каланӑ: «Паян эпӗ хамӑн ҫылӑхсем ҫинчен каласа парӑп. 10 Фараон, ман хуҫам, пӗррехинче эсӗ хӑвӑн тарҫусем ҫине тарӑхса кайнӑччӗ. Вара мана тата ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхне хуралҫӑсен пуҫлӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи тӗрмене хуптартӑн. 11 Пӗр каҫ эпир иксӗмӗр те тӗлӗк куртӑмӑр. Кашни тӗлӗкӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗччӗ. 12 Пирӗнпе пӗрле унта ҫамрӑк еврей, хуралҫӑсен пуҫлӑхӗн тарҫи, пулнӑччӗ. Эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире вӗсене ӑнлантарса пачӗ. 13 Пирӗнпе шӑп вӑл каланӑ пек пулса тухрӗ: мана хамӑн вырӑна тавӑрчӗҫ, ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхне вара юпа ҫине ҫакрӗҫ».

14 Фараон Иосифа тӗрмерен* илсе килме хушнӑ, вара ӑна тӳрех илсе килнӗ. Иосиф ҫӳҫӗпе сухалне хырнӑ та тумтирне улӑштарса фараон умне пынӑ. 15 Фараон Иосифа каланӑ: «Эпӗ тӗлӗк куртӑм, анчах ӑна пӗри те ӑнлантарса параймасть. Эсӗ тӗлӗксене ӑнлантарса пама пултаратӑн теҫҫӗ». 16 Иосиф фараона: «Эпӗ мар, фараона ырӑ тӑвас тесе тӗлӗке Турӑ ӑнлантарса парӗ», — тенӗ.

17 Фараон Иосифа ҫапла каласа пама пуҫланӑ: «Хам тӗлӗкре эпӗ Нил хӗрринче тӑраттӑмччӗ. 18 Акӑ юханшывран хитре те самӑр ҫичӗ ӗне тухрӗ, вӗсем Нил ҫыранӗ ҫинче курӑк ҫисе ҫӳреме пуҫларӗҫ. 19 Кайран юханшывран тепӗр ҫичӗ ӗне тухрӗ — хӑйсем хавшакчӗ, хытканччӗ тата вӗсем ҫине пӑхма хӑрушӑччӗ. Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те эпӗ ҫавӑн пек хӑрушӑ ӗнесем курман. 20 Ҫав хыткан та хӑрушӑ ӗнесем малтанхи ҫичӗ самӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ. 21 Анчах та вӗсем самӑр ӗнесене ҫисе яни палӑрмарӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫаплипех хыткан та хӑрушӑ тӑрса юлчӗҫ. Вара эпӗ вӑранса кайрӑм.

22 Унтан эпӗ тӗлӗкре пӗр туна ҫинче ҫичӗ тулли те паха пучах тухнине куртӑм. 23 Вӗсем хыҫҫӑн тепӗр ҫичӗ пучах тухрӗ. Вӗсем хӑрӑкчӗ, пушӑччӗ тата тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑччӗ. 24 Вара пушӑ пучахсем ҫичӗ лайӑх пучаха ҫӑтса ячӗҫ. Эпӗ ҫакна веҫех священниксене каласа патӑм, анчах мана нихӑшӗ те тӗлӗксене ӑнлантарса параймарӗ».

25 Вара Иосиф фараона каланӑ: «Фараонӑн тӗлӗкӗсен пӗлтерӗшӗ пӗр пекех. Чӑн Турӑ фараона хӑй мӗн тӑвас тенине пӗлтерчӗ. 26 Ҫичӗ лайӑх ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул. Ҫичӗ лайӑх пучах та — ҫичӗ ҫул. Тӗлӗксен пӗлтерӗшӗ пӗр пекех. 27 Лайӑх ӗнесем хыҫҫӑн тухнӑ хыткан та хӑрушӑ ҫичӗ ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул. Тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул. Ку ӗнтӗ ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулассине пӗлтерет. 28 Эпӗ унччен каланӑ пекех, чӑн Турӑ фараона хӑй мӗн тӑвас тенине уҫса пачӗ.

29 Египетра тырӑ ҫичӗ ҫул хушши питӗ тулӑхлӑ пулӗ. 30 Анчах та ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ. Египетра тырӑ тулӑх пулни манӑҫа тухӗ, выҫлӑх ҫӗре пушатса хӑварӗ. 31 Унчченхи тулӑх ҫулсене манса кайӗҫ, мӗншӗн тесен выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ. 32 Фараон тӗлӗке икӗ хут курни вара чӑн Турӑ ҫакна тума ҫирӗп шут тытнине кӑтартса парать, вӑл ҫакна кӗҫех пурнӑҫа кӗртӗ.

33 Ҫавӑнпа фараон ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна туптӑр та ӑна Египетра пуҫлӑх пулма ларттӑр. 34 Фараон Египет ҫӗрне пӑхса тӑракансене суйласа ларттӑр. Вӗсем ҫичӗ тулӑх ҫул хушшинче Египетри тыр-пулӑн пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса тӑччӑр. 35 Вӗсем ӑнӑҫлӑ ҫулсенче апат-ҫимӗҫ пухчӑр, тырра пухса хуласенче упраччӑр; ҫав тырӑ фараонӑн пулӗ. 36 Ҫапла тусан, ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх тӑнӑ вӑхӑтра, Египетра апат-ҫимӗҫ пулӗ. Вара ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтмӗ».

37 Иосиф мӗн сӗнни фараонпа унӑн тарҫисен кӑмӑлне кайнӑ. 38 Фараон хӑйӗн тарҫисене каланӑ: «Ҫак ҫынра Туррӑн сывлӑшӗ. Эпир ҫакӑн пек ҫынна тупайӑпӑр-и?» 39 Унтан фараон Иосифа ҫапла каланӑ: «Ҫакна веҫех сана Турӑ уҫса пачӗ, апла сан пек ӑслӑ-тӑнли урӑх ҫук. 40 Эсӗ ман киле пӑхса тӑрӑн, ман пӗтӗм халӑх сана пур енчен те пӑхӑнса тӑрӗ. Эпӗ ҫеҫ, хам патша пулнӑ май, санран аслӑрах пулӑп». 41 Ҫакӑн хыҫҫӑн фараон Иосифа каланӑ: «Эпӗ пӗтӗм Египета сан аллуна паратӑп». 42 Ҫакӑн пек каласа фараон хӑйӗн пӳрнинчен* пичет пусмалли ҫӗррине хывнӑ та Иосиф пӳрнине* тӑхӑнтартнӑ. Вӑл ӑна паха йӗтӗн тумтир тӑхӑнтартнӑ тата ылтӑн мӑй ҫакки ҫакса янӑ. 43 Унсӑр пуҫне, вӑл ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме тата ун умӗнчен: «Авре́х!»* — тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ. Ҫапла фараон пӗтӗм Египета Иосиф аллине панӑ.

44 Фараон Иосифа каланӑ: «Эпӗ фараон, анчах та эсӗ ирӗк памасӑр Египет ҫӗрӗнче никам та нимӗн те тӑваймӗ*». 45 Ҫавӑн хыҫҫӑн фараон Иосифа Цафна́ф-Панеа́х тесе ят панӑ тата ӑна Он* хулинчи Потифе́р священникӑн хӗрне Асенефӑна качча панӑ. Иосиф Египета тытса тӑма* пуҫланӑ. 46 Фараоншӑн, Египет патшишӗн, ӗҫлесе тӑма* пуҫланӑ чухне Иосиф 30 ҫулта пулнӑ.

Иосиф фараон патӗнчен тухнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрне пӑхса ҫаврӑннӑ. 47 Ҫичӗ тулӑхлӑ ҫул хушшинче Египетра тырӑ ӑнса пулнӑ. 48 Иосиф ҫичӗ ҫул Египетра тыр-пул пуҫтарса ӑна хуласенче упранӑ. Вӑл кашни хулара ун таврашӗнчи уйсенчен тыр-пул пухса хунӑ. 49 Иосиф питӗ нумай тырӑ пухса хунӑ — тырри тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек нумай пулнӑ. Вӑл шутсӑр нумай пулнӑран юлашкинчен ӑна шутлама та пӑрахнӑ.

50 Выҫлӑх ҫулӗсем ҫитиччен Иосифӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Вӗсене ӑна Асене́фа, Он хулинчи священникӑн Потифе́рӑн хӗрӗ, ҫуратса панӑ. 51 Иосиф хӑйӗн аслӑ ывӑлне Мана́ссия* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен вӑл: «Турӑ ман пур хуйха тата аттен килне манмалла турӗ», — тенӗ. 52 Тепӗр ачине вӑл Ефрем* тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен: «Хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ачасем пачӗ», — тенӗ.

53 Египетра ҫичӗ тулӑхлӑ ҫул вӗҫленнӗ те, 54 Иосиф каланӑ пекех, ҫичӗ ҫула тӑсӑлакан выҫлӑх пуҫланнӑ. Пур ҫӗрте те выҫлӑх алхаснӑ, Египетра вара ҫӑкӑр пулнӑ. 55 Юлашкинчен Египет ҫӗрӗнче те выҫлӑхпа асапланма пуҫланӑ. Ҫынсем фараонран ҫӑкӑр йӑлӑнса ыйтнӑ, вара фараон Египет ҫыннисене ҫапла каланӑ: «Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр». 56 Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе выҫлӑх пулнӑ, вара Иосиф кӗлетсене уҫса Египет ҫыннисене тырӑ сутма тытӑннӑ, мӗншӗн тесен Египетра хаяр выҫлӑх пулнӑ. 57 Унтан та ытла, Иосифран тырӑ туянас тесе Египета пур ҫӗртен те ҫынсем пынӑ, мӗншӗн тесен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе выҫлӑх алхаснӑ.

42 Иаков, Египетра тырӑ пуррине пӗлсен, хӑйӗн ывӑлӗсене: «Мӗншӗн эсир нимӗн те тумастӑр? — тенӗ. — 2 Эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм. Выҫса вилес мар тесе кайӑр та хамӑр валли тырӑ туянса килӗр». 3 Вара Иосифӑн 10 пиччӗшӗ Египета тырӑ туянма кайнӑ. 4 Анчах Иаков Вениамина, Иосифӑн шӑллӗне, пиччӗшӗсемпе пӗрле яман, вӑл: «Ӑна инкек ан пултӑрччӗ», — тенӗ.

5 Израилӗн ывӑлӗсем ытти ҫынсемпе пӗрле Египета тырӑ туянма пынӑ, мӗншӗн тесен Ханаанра та выҫлӑх пулнӑ. 6 Иосиф Египет ҫӗршывӗнче пуҫлӑх пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ ҫынсене вӑл тырӑ сутнӑ. Акӑ ӗнтӗ Иосифӑн пиччӗшӗсем пынӑ та ҫӗре ӳксе ӑна пуҫҫапнӑ. 7 Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курсан вӗсене тӳрех палласа илнӗ, анчах хӑйне вӗсене палламан пек тытнӑ. Вӑл вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӗсенчен: «Эсир ӑҫтан килтӗр?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: «Ханаанран килтӗмӗр, эпир апат-ҫимӗҫ туянасшӑн», — тенӗ.

8 Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ пулсан та, лешӗсем ӑна паллайман. 9 Иосиф вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗксене тӳрех аса илнӗ те вӗсене каланӑ: «Эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем! Ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ эсир!» 10 Вара вӗсем ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫук, хуҫам, сан тарҫусем апат-ҫимӗҫ туянас тесе килнӗ. 11 Эпир пурте пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем. Эпир тӳрӗ ҫынсем. Сан тарҫусем вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем мар». 12 Анчах вӑл: «Ҫук! Ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ эсир!» — тенӗ. 13 Вӗсем каланӑ: «Эпир, санӑн тарҫусем, 12 пӗртӑванччӗ. Эпир — Ханаанра пурӑнакан пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем. Кӗҫӗнни аттепе пӗрле юлчӗ, пӗри вара тек пирӗнпе мар».

14 Ҫапах та Иосиф вӗсене: «Калатӑп сире: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем! — тенӗ. — 15 Акӑ мӗнле тӗрӗслесе пӑхӑп сире: фараон пурнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, кӗҫӗн шӑллӑр килмесӗр эсир кунтан каймастӑр. 16 Хӑвӑртан пӗрне шӑллӑра кунта илсе килме ярӑр. Ыттисем хурал аллинче юлӗҫ. Ҫапла майпа эсир калани чӑн пулнипе пулманнине тӗрӗслӗпӗр. Шӑллӑра илсе килмесен, фараон пурнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем». 17 Вара Иосиф вӗсене виҫӗ кунлӑха хурал аллине панӑ.

18 Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ Турӑран хӑратӑп. Ҫавӑнпа эпӗ каланине тӑвӑр, вара чӗрӗ юлатӑр. 19 Эсир ултавҫӑсем мар пулсан, сирӗнтен пӗри хурал аллинчех юлтӑр. Ыттисем вара кайӑр, килтисем выҫӑпа ан аптраччӑр тесе вӗсене тырӑ кайса парӑр. 20 Кайран шӑллӑра ман пата илсе килӗр, ҫапла эсир улталаманни паллӑ пулӗ, вара эсир вилместӗр». Лешӗсем килӗшнӗ.

21 Вара вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Эпир хамӑра шӑллӑмӑрпа тӗрӗс мар тытнипе айӑпа кӗтӗмӗр. Эпир вӑл мӗнле асапланнине куртӑмӑр, анчах та вӑл хӑйне хӗрхенме тархасласа ыйтнӑ чухне ӑна итлемерӗмӗр. Ҫавӑншӑн инкек ҫитрӗ те пире». 22 Вара Руви́м вӗсене каланӑ: «Ачана ан тӗкӗнӗр тесе каламарӑм-и сире? Анчах эсир итлемерӗр. Унӑн юнне тӑкнӑшӑн халӗ хамӑртан шыраса илӗҫ». 23 Иосиф хӑйсене ӑнланнине вӗсем пӗлмен, мӗншӗн тесен вӑл вӗсемпе куҫаракан урлӑ калаҫнӑ. 24 Иосиф айккинелле кайнӑ та макӑрса янӑ. Кайран таврӑнса каллех вӗсемпе калаҫма тытӑннӑ. Унтан вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех Симеона ҫыхса хунӑ. 25 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосиф вӗсен миххисене тырӑпа тултарма, хӑйсен укҫине кашнин миххине каялла чиксе хума тата вӗсене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ. Веҫех Иосиф хушнӑ пек тунӑ.

26 Вӗсем тыррине ашакӗсем ҫине тиенӗ те ҫула тухнӑ. 27 Ҫӗр каҫма чарӑнсан, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та унта хӑйӗн укҫи выртнине курах кайнӑ. 28 Вӑл хӑйӗн пӗртӑванӗсене: «Ман укҫана каялла парса янӑ, вӗсем ман михӗрех», — тенӗ. Вӗсем аптрасах ӳкнӗ, хӑранипе пӗр-пӗринчен: «Турӑ пире капла мӗн турӗ?» — тесе ыйтнӑ.

29 Вӗсем Ханаана хӑйсен ашшӗ патне, Иаков патне, ҫитсен ӑна хӑйсемпе мӗн пулса иртнине веҫех каласа панӑ. Вӗсем каланӑ: 30 «Ҫав ҫӗршывӑн пуҫлӑхӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе айӑпларӗ. 31 Анчах эпир ӑна: „Эпир тӳрӗ ҫынсем, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем мар, — терӗмӗр. — 32 Эпир 12 пӗртӑванччӗ, пирӗн пӗр атте. Пӗри тек пирӗнпе мар, чи кӗҫӗнни вара Ханаанра аттепе пӗрле юлчӗ“, — терӗмӗр. 33 Анчах вӑл пире ҫапла каларӗ: „Эсир улталаманнине эпӗ акӑ мӗнле пӗлӗп: сирӗнтен пӗри манпа юлтӑр. Эсир вара, килтисем выҫӑпа ан аптраччӑр тесе, апат-ҫимӗҫ илӗр те кайӑр. 34 Ман патӑма хӑвӑр кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр, ҫапла эпӗ эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине, тӳрӗ ҫынсем пулнине пӗлӗп. Вара хӑвӑр пӗртӑванӑра сире тавӑрса парӑп, тата эсир ҫак ҫӗрте апат-ҫимӗҫ туянма пултарӑр“».

35 Вӗсем миххисене пушатма тытӑннӑ та — акӑ кашнин миххинче укҫа выртать. Укҫисене вӗсем хӑйсем те, ашшӗ те курсан, пурте хӑраса ӳкнӗ. 36 Вӗсен ашшӗ Иаков ҫапла кӑшкӑрса янӑ: «Эсир мана ачасемсӗр хӑвартӑр! Иосиф ҫук, Симео́н та ҫук, халӗ вара эсир Вениамина та илсе каясшӑн! Ҫакӑ веҫех ман ҫине мӗншӗн йӑтӑнса анчӗ-ши?» 37 Руви́м ашшӗне ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑна сана тавӑрса памасан, манӑн икӗ ывӑла вӗлерме пултаратӑн. Яр ӑна манпа пӗрле, эпӗ хам ӑна пӑхӑп. Ӑна каялла тавӑрса пама сана сӑмах паратӑп». 38 Анчах Иаков ҫапла каланӑ: «Ман ывӑл сирӗнпе пӗрле каяс ҫук, мӗншӗн тесен унӑн пиччӗшӗ вилнӗ, вӑл пӗччен юлчӗ. Ҫул ҫинче вӑл пӗр-пӗр инкеке лексе вилсен, эсир мана, ватӑ ҫынна, хуйхӑртсах ҫӗре* кӗртетӗр».

43 Ханаанра выҫлӑх алхаснӑ. 2 Вӗсем Египетран илсе килнӗ тырӑ пӗтсен, ашшӗ вӗсене каланӑ: «Тепре кайса хамӑр валли апат-ҫимӗҫ туянса килӗр». 3 Вара Иуда ҫапла каланӑ: «Леш ҫын пире хытарсах: „Хӑвӑр шӑллӑрсӑр ман пата ан килнӗ пултӑр“, — терӗ. 4 Шӑллӑмӑра пирӗнпе пӗрле ярсан, эпир кайса сан валли апат-ҫимӗҫ туянӑпӑр. 5 Ӑна пирӗнпе ямастӑн пулсан вара, эпир унта каймастпӑр, мӗншӗн тесен леш ҫын пире: „Хӑвӑр шӑллӑрсӑр ман пата ан килнӗ пултӑр“, — терӗ». 6 Израиль: «Леш ҫынна сирӗн тепӗр пӗртӑван пур тесе мӗн тума каларӑр? Ҫапла туса мӗншӗн мана хӗн кӑтартрӑр?» — тесе ыйтнӑ. 7 Лешӗсем хуравланӑ: «Вӑл пирӗн ҫинчен, пирӗн тӑвансем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. „Аҫӑр пурӑнать-и-ха? Сирӗн тата пӗртӑвансем пур-и?“ — тесе ыйтрӗ. Эпир вара ӑна веҫех каласа патӑмӑр. Вӑл: „Хӑвӑр шӑллӑра кунта илсе килӗр“, — тесе каласса эпир ӑҫтан пӗлме пултарнӑ?»

8 Вара Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле ӳкӗте кӗртес тесе ҫапла каланӑ: «Ачана манпа яр, эпир кайӑпӑр, вара эпир те, эсӗ те, пирӗн ачасем те выҫса вилмӗпӗр. 9 Эпӗ уншӑн явап тытӑп. Унпа мӗн те пулин пулса тухсан, манран шыраса илӗн. Ӑна сана каялла тавӑрса памасан, эпӗ пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе сан умӑнта айӑплӑ пулӑп. 10 Вӑрахласа тӑман пулсан, эпир халиччен унта икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр».

11 Вара вӗсен ашшӗ Израиль ҫапла каланӑ: «Апла акӑ мӗн тӑвӑр. Пирӗн ҫӗр мӗнпе пуян, ҫавсене михӗсене чикӗр: кӑшт бальзам, кӑшт пыл, ырӑ шӑршӑллӑ сухӑр*, йывӑҫ хуппи*, фисташка тата миндаль. Вара ҫаксене веҫех ҫав ҫынна парне пек кайса парӑр. 12 Икӗ хут ытларах укҫа илӗр тата хӑвӑр михӗсене каялла чиксе янӑ укҫасене те илӗр. Ку йӑнӑш пулма пултарнӑ. 13 Шӑллӑра хӑвӑрпа пӗрле илӗр те ҫав ҫын патне кайӑр. 14 Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫав ҫынна сире хӗрхенме хистетӗр — ҫав ҫын Симеонпа Вениамина каялла ятӑрччӗ. Манӑн ачасемсӗр тӑрса юлмалла пулсан, тӑрса юлам эппин!»

15 Иосифӑн пиччӗшӗсем парнесем тата икӗ хут ытла укҫа илнӗ те Вениаминпа пӗрле Египета тухса кайнӑ. Унта вӗсем каллех Иосиф умне пырса тӑнӑ. 16 Иосиф вӗсемпе пӗрле Вениамина курсан хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫынсене ман киле илсе кай, выльӑх пус та апат хатӗрлесе хур. Вӗсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ». 17 Лешӗ тӑхтаса тӑмасӑр Иосиф каланӑ пек тунӑ, вара вӗсене Иосифӑн килне илсе кайнӑ. 18 Анчах вӗсем хӑйсене Иосифӑн килне илсе кайнӑ чухне хӑраса ӳкнӗ те ҫапла каланӑ: «Пире кунта унччен хамӑр михӗсене чиксе янӑ укҫашӑн илсе килчӗҫ. Халӗ пирӗн ҫине тапӑнӗҫ те пире чурасем туса хурӗҫ, пирӗн ашаксене вара туртса илӗҫ!»

19 Пӳрт алӑкӗ умне ҫитсен вӗсем Иосифӑн кил-ҫуртне пӑхса тӑракан патне пырса 20 ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр, итле-ха пире! Эпир унччен те апат-ҫимӗҫ туянма килнӗччӗ. 21 Киле таврӑннӑ чухне эпир ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр. Хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — кашнин миххинче хамӑр парса хӑварнӑ укҫасем выртнине куртӑмӑр. Эпир хамӑрах ӑна каялла тавӑрса парасшӑн. 22 Апат-ҫимӗҫ туянма эпир тата укҫа илсе килтӗмӗр. Пирӗн укҫасене михӗсене кам хурса янине эпир пӗлместпӗр». 23 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Веҫех йӗркеллӗ. Ан хӑрӑр. Ун чухне сирӗн укҫа ман пата ҫитрӗ. Укҫасене сирӗн михӗсене сирӗн Турӑ тата сирӗн аҫӑр Турри хурса янӑ». Унтан вӑл вӗсем патне Симеона илсе пынӑ.

24 Кайран ҫав ҫын вӗсене Иосифӑн пӳртне илсе кӗнӗ те урисене ҫума шыв панӑ, вӗсен ашакӗсене апат панӑ. 25 Вӗсем Иосиф кӑнтӑрла килессе тата хӑйсемпе пӗрле апатланасса илтнӗ, ҫавӑнпа ун валли парнесем хатӗрлесе хунӑ. 26 Иосиф килне таврӑнсан, вӗсем ӑна парнесем панӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 27 Иосиф вӗсенчен: «Сирӗн пурте йӗркеллех-и? Аҫӑр мӗнле? Пурӑнать-и?» — тесе ыйтнӑ. 28 Вӗсем каланӑ: «Пирӗн атте, санӑн тарҫу, сывах, пурӑнать». Унтан вӗсем ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

29 Иосиф хӑйӗн шӑллӗне Вениамина, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне, курсан: «Эсир каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и?» — тесе ыйтнӑ. Унтан: «Турӑ сана пиллетӗр, ывӑлӑм», — тенӗ. 30 Иосиф васкаса тухса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн шӑллӗне курнипе унӑн куҫҫуль капланса килнӗ. Вӑл пӗччен пулас тесе урӑх пӳлӗме кӗрсе кайнӑ та унта йӗрсе янӑ. 31 Унтан вӑл пит-куҫне ҫунӑ, хӑйне алла илсе каялла таврӑннӑ, вара: «Апат лартса парӑр», — тенӗ. 32 Апатне Иосифа хӑйне уйрӑм лартса панӑ, пӗртӑванӗсене хӑйсене уйрӑм, ун килӗнче апатланакан Египет ҫыннисене те хӑйсене уйрӑм лартса панӑ, мӗншӗн тесен Египет ҫыннисем еврейсемпе пӗрле апат ҫиме йӗрӗннӗ.

33 Пӗртӑванӗсене ҫулӗсене кура — аслинчен пуҫласа* кӗҫӗнни таран — Иосифӑн сӗтелне хирӗҫ лартса тухнӑ, лешӗсем вара пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларнӑ. 34 Иосиф вӗсене хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апата пара-пара тӑнӑ. Вениаминӑн пайӗ пиччӗшӗсен пайӗнчен пилӗк хут ытларах пулнӑ. Вӗсем Иосифпа пӗрле тӑраниччен ӗҫсе ҫинӗ.

44 Пӗр вӑхӑт иртсен Иосиф хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла хушса каланӑ: «Ҫак ҫынсен миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар та кашнин укҫине каялла хӑйӗн миххине чиксе хур. 2 Кӗҫӗннин миххине вара тырӑшӑн тӳленӗ укҫипе пӗрле манӑн кӗмӗл куркана хур». Лешӗ Иосиф хушнӑ пек тунӑ.

3 Тул ҫутӑлсан пӗртӑвансене ӑсатса янӑ, вӗсем хӑйсен ашакӗсене ҫавӑтса тухса кайнӑ. 4 Вӗсем хуларан аякка та каяйман, Иосиф хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: «Часрах хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене! Хӑваласа ҫитсен вара: „Мӗншӗн ырӑшӑн усалпа тавӑртӑр? — тесе кала. — 5 Ман хуҫа ҫав куркаран ӗҫет вӗт тата унпа усӑ курса малашне мӗн пулассине калать. Эсир усал ӗҫ турӑр“».

6 Кил-ҫурта пӑхса тӑраканӗ вӗсене хуса ҫитнӗ те Иосифӑн сӑмахӗсене каланӑ. 7 Анчах та лешӗсем ӑна ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн пирӗн хуҫа ҫапла калать? Санӑн тарҫусем ун пек тума пултарайман! 8 Эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ укҫана та Ханаанран каялла илсе килсе патӑмӑр. Епле-ха эпир санӑн хуҫун килӗнчен кӗмӗл е ылтӑн вӑрлама пултарнӑ? 9 Сан чурусенчен камра та пулин курка тупӑнсан, ҫавна вилӗм ҫиттӗр. Эпир вара пурте пирӗн хуҫан чурисем пулса тӑрӑпӑр». 10 Вара вӑл каланӑ: «Юрӗ, эсир каланӑ пек пултӑр. Камра куркана тупатӑп, ҫавӑ манӑн чура пулса тӑрӗ, ыттисем вара айӑплӑ пулмӗҫ». 11 Вӗсем тӳрех хӑйсен миххисене ҫӗр ҫине антарса лартнӑ та уҫса хунӑ. 12 Вӑл кашнин миххине — аслин миххинчен пуҫласа кӗҫӗннин таранах — ухтарса тухнӑ. Юлашкинчен куркана Вениаминӑн миххинче тупнӑ.

13 Вара вӗсем хӑйсен тумтирӗсене туртса ҫурнӑ, миххисене ашакӗсем ҫине хурса каялла хулана таврӑннӑ. 14 Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем Иосифӑн ҫуртне кӗрсен (Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха) ун умне ҫӗре ӳкнӗ. 15 Иосиф вӗсене каланӑ: «Мӗн турӑр эсир? Ман пек ҫын малашне мӗн пулассине калама пултарнине пӗлмен-им эсир? Эпӗ веҫех пӗлме пултаратӑп вӗт!» 16 Иуда ҫапла каланӑ: «Хамӑр хуҫамӑра мӗн калар-ши? Эпир айӑплӑ маррине мӗнле кӑтартар? Чӑн Турӑ пирӗн ҫылӑха тӑрӑ шыв ҫине кӑларчӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир те, камӑн миххинче курка тупнӑ, ҫавӑ та хамӑр хуҫан чурисем пулса тӑтӑмӑр». 17 Анчах Иосиф ҫапла каланӑ: «Эпӗ капла тӑвас ҫук! Камра куркана тупнӑ, ҫавӑ ҫеҫ манӑн чура пулса тӑрӗ. Ыттисем вара аҫӑр патне таврӑнӑр».

18 Иуда ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Тархасшӑн, хуҫам, хӑвӑн чуруна итлесемччӗ, хӑвӑн чуру ҫине ан тарӑхсамччӗ, эсӗ фараонпа пӗрех-ҫке. 19 Пирӗн хуҫа хӑйӗн чурисенчен: „Аҫӑр пурӑнать-и? Сирӗн тата пӗртӑвансем пур-и?“ — тесе ыйтнӑччӗ. 20 Эпир хамӑр хуҫана ҫапла каларӑмӑр: „Пирӗн ватӑлса ҫитнӗ атте тата шӑллӑмӑр пур. Вӑл атте ватӑлса ҫитсен ҫуралчӗ. Хӑйӗн амӑшӗн ачисенчен вӑл кӑна тӑрса юлчӗ, мӗншӗн тесен унӑн пиччӗшӗ вилчӗ. Атте ӑна питӗ хытӑ юратать“. 21 Вара эсӗ хӑвӑн чурусене: „Илсе килӗр ӑна ман пата. Эпӗ ӑна хам куҫпа курам“, — терӗн. 22 Анчах эпир хамӑр хуҫана ҫапла каларӑмӑр: „Пирӗн шӑллӑмӑр ашшӗне пӑрахса каяймасть — вӑл кайсан, лешӗ вилсе кайӗ“. 23 Вара эсӗ хӑвӑн чурусене: „Хӑвӑр шӑллӑрсӑр ман пата ан килнӗ пултӑр“, — терӗн.

24 Эпир санӑн чуру патне, хамӑр атте патне, кайрӑмӑр та ӑна хамӑр хуҫан сӑмахӗсене каласа патӑмӑр. 25 Пӗр вӑхӑт иртсен атте пире: „Тепре кайса хамӑр валли апат туянса килӗр“, — терӗ. 26 Анчах эпир ҫапла каларӑмӑр: „Эпир унта каяймастпӑр. Шӑллӑмӑр пирӗнпе пырсан ҫеҫ эпир унта кайма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пирӗнпе пымасан, эпир ҫав ҫын умне кайса тӑраймастпӑр“. 27 Санӑн чуру, пирӗн атте, пире ҫапла каларӗ: „Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, манӑн арӑм мана икӗ ывӑл ҫеҫ ҫуратса пачӗ. 28 Пӗри ман патран тухса кайрӗ, урӑх эпӗ ӑна курман. Эпӗ: ‚Ӑна тискер чӗрчун ҫурса тӑкрӗ!‘ — терӗм. 29 Эсир теприне те илсе кайсан тата вӑл пӗр-пӗр инкеке лексе вилсен, эсир мана, ватӑ ҫынна, хуйхӑртсах ҫӗре* кӗртетӗр“.

30 Эпӗ санӑн чуру патне, манӑн атте патне, унӑн хӑй пурнӑҫӗнчен те хытӑрах юратакан ачисӗр таврӑнсан, 31 атте вӑл ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ. Ҫапла санӑн чурусем хӑйсен ватӑлса ҫитнӗ ашшӗне, санӑн чуруна, хуйхӑртса чӑнах та ҫӗре кӗртӗҫ. 32 Санӑн чуру хӑйӗн ашшӗне, шӑллӗшӗн явап тытма сӑмах парса, ҫапла каларӗ: „Ӑна сана каялла тавӑрса памасан, эпӗ пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе сан умӑнта айӑплӑ пулӑп“. 33 Ҫавӑнпа, хуҫам, тархасшӑн, шӑллӑм вырӑнне мана хӑвӑн чуру тусам. 34 Шӑллӑмсӑр атте патне ман мӗнле таврӑнас? Атте хуйхӑрнине епле курса тӑрас?»

45 Иосиф текех чӑтса тӑрайман, вара хӑйӗн тарҫисене: «Пурте тухӑр кунтан!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Пурте тухса кайсан, Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене хӑй кам пулнине каласа панӑ.

2 Вӑл ҫав тери хытӑ йӗрсе янӑ, ӑна Египет ҫыннисем те илтнӗ тата ҫавӑн ҫинчен фараон килӗнчисене те пӗлтернӗ. 3 Юлашкинчен вӑл пиччӗшӗсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ Иосиф. Ман атте пурӑнать-и?» Лешӗсем вара нимӗн те чӗнеймен, мӗншӗн тесен шалт тӗлӗнсе кайнӑ. 4 Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене: «Ман пата килӗр-ха», — тенӗ. Лешӗсем пырса тӑнӑ.

Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ — Иосиф, эсир Египета сутса янӑ тӑванӑр. 5 Халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн пӗр-пӗрне ан айӑплӑр. Мӗншӗн тесен сирӗн пурнӑҫа ҫӑлса хӑвармашкӑн Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ. 6 Акӑ иккӗмӗш ҫул выҫлӑх пырать. Тата тепӗр пилӗк ҫул сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те. 7 Турӑ тӗлӗнмелле майпа ҫак ҫӗр ҫинче сирӗн ҫемьесене* ҫӑлса хӑварас тесе тата сирӗн пурнӑҫа хӑтарас тесе мана сирӗн умӑртан ячӗ. 8 Ҫавӑнпа мана кунта эсир мар, чӑн Турӑ ячӗ. Вӑл мана фараонӑн аслӑ канашҫи* пулма, унӑн пӗтӗм кил-ҫуртне пӑхса тӑма тата пӗтӗм Египетӑн пуҫлӑхӗ пулма лартрӗ.

9 Часрах манӑн атте патне таврӑнӑр та ҫапла калӑр: „Санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать: ‚Турӑ мана пӗтӗм Египетӑн пуҫлӑхӗ пулма лартрӗ. Тӑхтаса тӑмасӑр ман пата кил. 10 Эсӗ Гесе́м ҫӗрӗнче пурӑнма вырнаҫӑн: эсӗ те, сан ывӑлусем те, мӑнукусем те, шултра выльӑхупа вак выльӑху та тата сан мӗн пурри пӗтӗмпех манпа юнашар пулатӑр. 11 Эпӗ унта сана тӑрантарса пурӑнӑп, мӗншӗн тесен выҫлӑх тата тепӗр пилӗк ҫула тӑсӑлӗ. Унсӑрӑн эсӗ те, санӑн кил-йышу та, санӑн мӗн пурри те ҫука юлатӑр‘“. 12 Халӗ эсир те, манӑн шӑллӑм Вениамин та ку чӑнах та эпӗ пулнине хӑвӑр куҫпа куратӑр. 13 Аттене Египетри манӑн чап-мухтав ҫинчен, хӑвӑр мӗн курни ҫинчен каласа парӑр. Часрах кайӑр та ман аттене кунта илсе килӗр».

14 Вара Иосиф хӑйӗн шӑллӗне Вениамина ыталанӑ та йӗрсе янӑ. Вениамин та ӑна ыталаса йӗнӗ. 15 Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене пурне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн пӗртӑванӗсем унпа калаҫма тытӑннӑ.

16 Иосифӑн пӗртӑванӗсем килни ҫинчен фараон килне те хыпар ҫитнӗ. Вара фараонпа ун тарҫисем савӑнса кайнӑ. 17 Фараон Иосифа ҫапла каланӑ: «Пӗртӑванусене кала: „Выльӑхсем ҫине апат тийӗр те Ханаана кайӑр. 18 Хӑвӑр аҫӑрпа кил-йышӑра кунта ман пата илсе килӗр. Эпӗ сире Египетра мӗн лайӑххи пур, ҫавна парӑп. Тата эсир ҫак ҫӗрӗн чи паха ҫимӗҫӗсене* ҫисе пурӑнӑр“. 19 Вӗсене ҫапла кала: „Египетран урапасем илсе кайӑр та вӗсем ҫине хӑвӑр ачӑрсене, арӑмӑрсене тата аҫӑра лартса килӗр. 20 Хӑвӑрӑн пурлӑхшӑн ан пӑшӑрханӑр, мӗншӗн тесен Египетри чи лайӑх япаласем сирӗн пулӗҫ“».

21 Израиль ывӑлӗсем веҫех хӑйсене каланӑ пек тунӑ. Фараон хушнӑ пек, Иосиф вӗсене урапасем панӑ тата ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса янӑ. 22 Иосиф вӗсенчен кашнине ҫӗнӗ тумтир панӑ, Вениамина вара 300 ше́кель* кӗмӗл тата улӑштарса тӑхӑнмалли 5 тумтир панӑ. 23 Ашшӗ валли вӑл 10 ашак ҫине тиесе Египетри чи лайӑх япаласене парса янӑ тата ун валли, ҫул ҫинче ҫимешкӗн, 10 ашак ами ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тата ытти апат-ҫимӗҫ тиесе парса янӑ. 24 Вӑл вӗсене ҫула ӑсатнӑ чухне: «Ҫул ҫинче пӗр-пӗринпе ан хирӗҫӗр», — тесе каласа янӑ.

25 Вӗсем Египетран Ханаана хӑйсен ашшӗ патне, Иаков патне, таврӑннӑ. 26 Вӗсем ӑна: «Иосиф чӗрӗ, вӑл халӗ пӗтӗм Египетӑн пуҫлӑхӗ!» — тенӗ. Анчах Иаков ним калама пӗлмен, вӑл вӗсене ӗненмен. 27 Вӗсем хӑйне Иосиф мӗн каланине пӗтӗмпех каласа парсан вара тата хӑйне Иосиф парса янӑ урапасене курсан, вӑл хӗпӗртесе кайнӑ. 28 Израиль ҫапла каланӑ: «Иосиф чӗрӗ иккен! Халӗ эпӗ ӗненетӗп! Хам виличчен кайса курам ӑна!»

46 Израиль хӑйӗн ҫемйипе пӗтӗм пурлӑхне илнӗ те ҫула тухнӑ. Вӑл Вирсавие ҫитсен хӑйӗн ашшӗн Исаа́кӑн Туррине парнесем кӳнӗ. 2 Вара ҫӗрле курӑнура Турӑ Израиле: «Иаков, Иаков!» — тесе чӗннӗ. Лешӗ: «Эпӗ кунтах!» — тенӗ. 3 Турӑ каланӑ: «Эпӗ чӑн Турӑ, сан аҫун Турри. Египета кайма ан хӑра. Эпӗ санран аслӑ халӑх тухмалла тӑвӑп. 4 Египета санпа пӗрле эпӗ хам пырӑп, эпех сана каялла илсе тухӑп. Санӑн куҫна Иосиф хӑйӗн аллипе хупӗ*».

5 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иаков Вирсавирен тухса кайнӑ. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗне, ачисене тата арӑмӗсене фараон парса янӑ урапасем ҫине лартса кайнӑ. 6 Вӗсем хӑйсемпе пӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене тата Ханаанра пухнӑ пурлӑхне илнӗ. Ҫапла вара Иаков хӑйӗн пӗтӗм ҫемйипе Египета ҫитнӗ. 7 Вӑл Египета хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине — ывӑлӗсене, хӗрӗсене тата мӑнукӗсене — илсе килнӗ.

8 Акӑ Израилӗн, урӑхла каласан Иаковӑн, Египета килнӗ ывӑлӗсен ячӗсем: Иаковӑн аслӑ ывӑлӗ — Руви́м.

9 Руви́м ывӑлӗсем: Хано́х, Фа́ллу, Есро́м тата Ха́рми.

10 Симео́н ывӑлӗсем: Иемуи́л, Иами́н, Ога́д, Иахи́н, Цоха́р тата ханаансен хӗрӗн ывӑлӗ Сау́л.

11 Ле́вий ывӑлӗсем: Гирсо́н, Каа́ф тата Мера́ри.

12 Иуда ывӑлӗсем: Ир, Она́н, Ше́ла, Фаре́с тата За́ра. Анчах та Ир тата Она́н Ханаанра вилнӗ.

Фаре́с ывӑлӗсем: Есро́м тата Хаму́л.

13 Иссаха́р ывӑлӗсем: Фо́ла, Фу́ва, Ио́в тата Шимро́н.

14 Завуло́н ывӑлӗсем: Сере́д, Ело́н тата Иахлеи́л.

15 Кусем Лия Иакова Падда́н-Арамра ҫуратса панӑ ывӑлсем. Вӑл хӑйӗн хӗрне Динӑна та унтах ҫуратнӑ. Ывӑлӗсемпе хӗрӗсем пурӗ 33-ӗн пулнӑ.

16 Гад ывӑлӗсем: Цифио́н, Ха́ггий, Шу́ний, Эцбо́н, Е́рий, Аро́ди тата Аре́ли.

17 Аси́р ывӑлӗсем: И́мна, И́шва, И́шви тата Бе́рия. Аси́рӑн хӗрӗ — Сера́х.

Бе́рия ывӑлӗсем: Хеве́р тата Малхии́л.

18 Кусем Зе́лфӑн — Лава́н хӑйӗн хӗрне Лийӑна панӑ тарҫӑн — ывӑлӗсем. Вӑл вӗсене Иакова ҫуратса панӑ, пурӗ 16 ҫын.

19 Рахи́лӗн, Иаков арӑмӗн, ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин.

20 Иосифӑн Египетра Мана́ссия тата Ефрем ҫуралнӑ. Вӗсене ӑна Асене́фа — Он* хулинчи Потифе́р священникӑн* хӗрӗ — ҫуратса панӑ.

21 Вениамин ывӑлӗсем: Бе́ла, Бехе́р, Ашбе́л, Ге́ра, Наама́н, Э́хи, Рош, Муппи́м, Хуппи́м тата Ард.

22 Кусем Иакова ҫуратса панӑ Рахи́ль ывӑлӗсем, пурӗ 14 ҫын.

23 Дан ывӑлӗсем*: Хуши́м…

24 Неффали́м ывӑлӗсем: Иахцеи́л, Гу́ний, Иеце́р тата Шилле́м.

25 Кусем Валлӑн — Лава́н хӑйӗн хӗрне Рахиле панӑ тарҫӑн — ывӑлӗсем. Вӑл вӗсене Иакова ҫуратса панӑ, пурӗ 7 ҫын.

26 Иаковран пулса кайнисен тата унпа пӗрле Египета килнисен шучӗ, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шута илмесен, пурӗ 66 ҫын. 27 Иосифӑн Египетра икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Иаковӑн Египета куҫса килнӗ кил-йышӗн шучӗ пурӗ 70 ҫын.

28 Иаков Иосиф патне хӑй Гесема кайма тухни ҫинчен калама Иудӑна янӑ. Вӗсем Гесема ҫитсен, 29 Иосиф урапа кӳлме хушнӑ, вара хӑйӗн ашшӗне Израиле хирӗҫ кайнӑ. Ашшӗне курсанах вӑл ӑна ыталаса илнӗ те чылайччен макӑрнӑ. 30 Израиль Иосифа: «Халӗ ӗнтӗ, сана курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, вилме те юрать», — тенӗ.

31 Унтан Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсемпе ашшӗн кил-йышне каланӑ: «Фараон патне кайӑп та: „Ханаанра пурӑннӑ манӑн пӗртӑвансемпе манӑн аттен кил-йышӗ ман пата килчӗҫ“, — тесе калӑп. 32 „Ҫак ҫынсем — кӗтӳҫсем, вӗсем выльӑх ӗрчетеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пур кӗтӗвне, хӑйсен мӗн пуррине веҫех пӗрле илсе килнӗ“, — тейӗп. 33 Фараон сире чӗнтерсе: „Эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр?“ — тесе ыйтсан, 34 „Санӑн тарҫусем мӗн ачаранпах выльӑх ӗрчетеҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн мӑн асаттесем пекех кӗтӳҫсем“, — тесе калӑр. Вара сире Гесе́м ҫӗрӗнче пурӑнма вырнаҫтарӗҫ, мӗншӗн тесен Египет ҫыннисем сурӑх кӗтекенсенчен йӗрӗнеҫҫӗ».

47 Иосиф фараон патне кайса ҫапла каланӑ: «Аттепе ман пӗртӑвансем хӑйсен кӗтӗвӗсене, хӑйсен мӗнпур пурлӑхне илсе Ханаанран кунта килчӗҫ. Халӗ вӗсем Гесе́м ҫӗрӗнче». 2 Вӑл хӑйӗн пӗртӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фараон умне пырса тӑратнӑ.

3 Фараон Иосиф пӗртӑванӗсенчен: «Эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем фараона: «Санӑн тарҫусем — сурӑх кӗтсе ҫӳрекенсем. Эпир хамӑрӑн мӑн асаттесем пекех кӗтӳҫсем», — тенӗ. 4 Кайран вӗсем фараона ҫапла каланӑ: «Эпир ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнма килтӗмӗр, мӗншӗн тесен Ханаанра выҫлӑх алхасать, санӑн тарҫусен кӗтӗвӗсене кӗтсе ҫӳреме курӑклӑ вырӑн ҫук. Тархасшӑн, хӑвӑн чурусене Гесе́м ҫӗрӗнче пурӑнма ирӗк парсам». 5 Фараон Иосифа ҫапла каланӑ: «Сан патна аҫупа пӗртӑванусем килнӗ. 6 Пӗтӗм Египет ҫӗрӗ сан аллунта, эсӗ вӗсене Египетри чи лайӑх вырӑнта вырнаҫтарма пултаратӑн. Вӗсем Гесе́м ҫӗрӗнче пурӑнччӑр. Вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пур пулсан, вӗсене ман выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма хуш».

7 Унтан Иосиф хӑйӗн ашшӗне Иакова фараон умне илсе пырса тӑратнӑ. Иаков фараона пилленӗ. 8 Фараон Иаковран: «Эсӗ миҫе ҫула ҫитрӗн?» — тесе ыйтнӑ. 9 Иаков фараона ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ 130 ҫулта. Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫул ҫӳресе пурӑнтӑм. Ман кун-ҫул кӗске те телейсӗр пулчӗ. Хамӑн ҫул ҫӳресе пурӑннӑ мӑн асаттесемпе танлаштарсан, эпӗ вӗсем чухлӗ пурӑнаймарӑм». 10 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иаков фараона пилленӗ те ун патӗнчен тухса кайнӑ.

11 Иосиф, хӑйне фараон хушнӑ пек, ашшӗпе пӗртӑванӗсене Египетри чи лайӑх вырӑнта, Раамсе́с ҫӗрӗнче, пурӑнма вырнаҫтарнӑ. 12 Иосиф хӑйӗн ашшӗне, пӗртӑванӗсене тата ашшӗн кил-йышне, вӗсен ачисен шутне кура, апат-ҫимӗҫпе* тивӗҫтерсе тӑнӑ.

13 Египетпа Ханаанра апат-ҫимӗҫ тӑрса юлман, мӗншӗн тесен выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулнӑ. Ҫавна пула Египетри тата Ханаанри ҫынсем хытӑ асапланнӑ. 14 Иосиф Египет тата Ханаа́н ҫыннисене тырӑ сутнӑ, пур укҫана та вӑл фараонӑн мул управӑшне кӳрсе тӑнӑ. 15 Египетра тата Ханаанра укҫа пӗтсен, Египет ҫыннисем пурте Иосиф патне пыра-пыра ҫапла каланӑ: «Ҫӑкӑр парсам пире! Укҫа пӗтнипе пирӗн сан куҫу умӗнчех вилсе выртас марччӗ». 16 Вара Иосиф ҫапла каланӑ: «Укҫа пӗтрӗ пулсан, выльӑхӑра хӑваласа килӗр — эпӗ сире выльӑхшӑн апат-ҫимӗҫ парӑп». 17 Вӗсем Иосиф патне хӑйсен выльӑхне илсе пыма пуҫланӑ. Иосиф вара вӗсене лашасемшӗн, шултра выльӑхпа вак выльӑхшӑн тата ашаксемшӗн апат-ҫимӗҫ панӑ. Ҫав ҫул вӑл вӗсене мӗнпур выльӑхӗшӗн апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ.

18 Ҫав ҫул иртсе кайнӑ, тепӗр ҫулне вӗсем ун патне пыра-пыра ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр пӗлтӗр тетпӗр: хамӑрӑн пӗтӗм укҫана тата пӗтӗм выльӑха эпир хуҫамӑра парса пӗтертӗмӗр. Хамӑрсӑр пуҫне тата хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр валли пирӗн урӑх нимӗн те юлмарӗ. 19 Хамӑра та, хамӑрӑн ҫӗре те хӑв куҫу умӗнчех пӗтме ан парсамччӗ. Пире тата пирӗн ҫӗре туян та пире апат-ҫимӗҫ пар. Эпир фараонӑн чурисем пулса тӑрӑпӑр, пирӗн ҫӗр те унӑн пулӗ. Пире вӑрлӑх пар, вара эпир вилмӗпӗр, пирӗн ҫӗр те пушанса юлмӗ». 20 Иосиф Египет ҫыннисен пӗтӗм ҫӗрне фараон валли туяннӑ, мӗншӗн тесен хаяр выҫлӑха пула Египет ҫыннисем хӑйсен уйӗсене сута-сута янӑ. Ҫапла пӗтӗм ҫӗр фараонӑн пулса тӑнӑ.

21 Египетри пур ҫынна та Иосиф хуласене куҫарнӑ. 22 Вӑл Египетри священниксен* ҫӗрӗсене кӑна туянман, мӗншӗн тесен вӗсене фараон тӑрантарса пурӑннӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен ҫӗрӗсене сутман. 23 Иосиф халӑха каланӑ: «Халӗ эпӗ сире те, сирӗн ҫӗре те фараон валли туянтӑм. Акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр. 24 Вӑл ҫимӗҫ парсан, пиллӗкмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ вара акмалӑх тата хӑвӑра, хӑвӑр ачӑрсемпе килтисене ҫимелӗх пулӗ». 25 Вӗсем каланӑ: «Тавах сана, хуҫамӑм. Эсӗ пире вилӗмрен хӑтартӑн. Эсӗ ирӗк парсан, эпир фараонӑн чурисем пулса тӑрӑпӑр». 26 Иосиф хушу кӑларнӑ, ҫав хушӑва Египетра халӗ те тытса тӑраҫҫӗ: тыр-пулӑн пиллӗкмӗш пайне фараона памалла. Священниксен ҫӗрӗ ҫеҫ фараонӑн пулса тӑман.

27 Израиль кил-йышӗ Египетра Гесе́м ҫӗрӗнче пурӑннӑ. Вӗсен ачасем ҫуралнӑ, вӗсем питӗ йышлӑ пулса тӑнӑ. 28 Иаков Египетра 17 ҫул пурӑннӑ, пурӗ вӑл 147 ҫул пурӑннӑ.

29 Израиль, хӑй кӗҫех вилессине ӑнланса илсен, хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗннӗ те каланӑ: «Эсӗ мана ырӑ тӑвасшӑн пулсан, тархасшӑн, хӑвӑн аллуна ман пӗҫӗ айне хур та мана Египетра пытармастӑп тесе тупа ту. Ҫапла майпа эсӗ мана чунтан парӑнса юратнине тата шанчӑклӑ пулнине кӑтартӑн. 30 Эпӗ вилсен мана Египетран илсе тух та ман мӑн асаттесене пытарнӑ вырӑнта пытар». Иосиф: «Эсӗ каланӑ пек тӑвӑп», — тесе сӑмах панӑ. 31 Израиль: «Тупа ту», — тенӗ. Вара Иосиф тупа тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Израиль хӑй выртакан вырӑнӑн пуҫ вӗҫӗнче ларса Турра пуҫ тайнӑ.

48 Вӑхӑт иртсен Иосифа: «Сан аҫу хавшаса пырать», — тесе пӗлтернӗ. Вара лешӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле — Манассийӑпа тата Ефремпа — ашшӗ патне кайнӑ. 2 Иакова: «Сан патна сан ывӑлу Иосиф килчӗ», — тенӗ. Вара Израиль пӗтӗм вӑйне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ. 3 Иаков Иосифа ҫапла каланӑ:

— Пурне те Тума Пултаракан Турӑ мана Ханаа́н ҫӗрӗнчи Лузра курӑнчӗ те пиллерӗ. 4 Вӑл мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ санӑн йӑхна йышлӑ тӑвӑп, санран аслӑ халӑх кӑларӑп. Ҫак ҫӗре сан йӑхна ӗмӗрлӗхех парӑп». 5 Халӗ санӑн икӗ ывӑлу, эпӗ Египета киличчен ҫуралнисем, манӑн ывӑлсем пулса тӑрӗҫ. Ефремпа Мана́ссия, Рувимпа Симео́н пекех, манӑн пулӗҫ. 6 Вӗсем хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачусем вара санӑн пулӗҫ. Вӗсем хӑйсен пиччӗшӗсене еткерлӗхе панӑ ҫӗрӗн пайне илӗҫ. 7 Падданран кайнӑ чухне манӑн Рахи́ль вилсе кайрӗ. Эпир ун чухне Ханаа́н ҫӗрӗнче Ефрафӑран аякра пулнӑ. Эпӗ ӑна Ефрафӑна — хальхи Вифлеема — илсе каякан ҫул хӗрринче пытартӑм.

8 Кайран Израиль Иосифӑн ывӑлӗсем ҫине пӑхса: «Кусем камсем?» — тесе ыйтнӑ. 9 Иосиф ашшӗне: «Кусем — Турӑ мана ҫак ҫӗрте панӑ ывӑлсем», — тесе хуравланӑ. Вара Израиль каланӑ: «Вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, эпӗ вӗсене пиллем». 10 Ватӑлнине пула Израилӗн куҫӗ питӗ япӑх курнӑ. Иосиф хӑйӗн ывӑлӗсене ун патне илсе пынӑ та, лешӗ вӗсене чуптуса ыталанӑ. 11 Израиль Иосифа ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана курасса шанман та, Турӑ вара мана сан ачусене те курма пачӗ». 12 Иосиф вӗсене Израилӗн чӗркуҫҫийӗ патӗнчен аяккарах тӑратнӑ та хӑй вара ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

13 Унтан Иосиф хӑйӗн икӗ ывӑлне ашшӗ патне илсе пынӑ. Вӑл Ефрема сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай енне тӑратнӑ, Манассийӑна вара сулахай аллипе тытса Израилӗн сылтӑм енне тӑратнӑ. 14 Анчах та Израиль, Ефрем кӗҫӗнни пулнӑ пулин те, хӑйӗн сылтӑм аллине унӑн пуҫӗ ҫине хунӑ, сулахай аллине вара — Мана́ссийӑн пуҫӗ ҫине. Асли Мана́ссия пулнӑ пулин те, вӑл юри ҫапла тунӑ. 15 Кайран вӑл Иосифа пиллесе ҫапла каланӑ:

— Чӑн Турӑ ҫак арҫын ачасене пиллетӗр. Манӑн асаттепе атте, Авраампа Исаа́к, ҫав чӑн Турра пуҫҫапса пурӑннӑ*.

Вӑл манӑн пурнӑҫ тӑршшӗпе паянхи кунчченех маншӑн тӑрӑшать*.

16 Вӑл хӑйӗн ангелне ярса мана пур хуйхӑран та хӑтарать.

Вӗсене ман ятпа, Авраа́м асаттен ячӗпе тата Исаа́к аттен ячӗпе чӗнччӗр.

Вӗсен йӑхӗ ҫӗр ҫинче йышлӑ пултӑр.

17 Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылтӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курсан, ҫакӑ ӑна килӗшмен. Вӑл ашшӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫинчен Мана́ссия пуҫӗ ҫине илсе хурасшӑн пулнӑ. 18 Иосиф ашшӗне каланӑ: «Апла мар, атте, асли ак ҫакӑ. Сылтӑм аллуна ун пуҫӗ ҫине хур». 19 Анчах та ашшӗ унпа килӗшмен, вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗлетӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп. Унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ. Ҫапах та шӑллӗ унран ирттерӗ, унӑн йӑхӗнчен тухнисем халӑхсем пек йышлӑ пулӗҫ». 20 Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ:

— Израиль ҫыннисем пӗр-пӗрне пилленӗ чухне сирӗн ятсене асӑнса ҫапла калаччӑр:

«Турӑ сана Ефремпа Манассийӑна пилленӗ пек пиллетӗр».

Ҫапла вӑл Ефрема Манассийӑран аслӑрах туса хунӑ.

21 Кайран Израиль Иосифа каланӑ: «Эпӗ вилетӗп ӗнтӗ. Анчах та Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, вӑл сире мӑн аслаҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ. 22 Эпӗ сана пӗртӑванусенчен пӗр пай* ытларах ҫӗр паратӑп. Ҫав ҫӗре эпӗ аморейсенчен хӗҫпе тата ухӑпа ҫапӑҫса туртса илтӗм».

49 Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Пурте пӗрле пуҫтарӑнӑр, эпӗ сире пуласлӑхра* хӑвӑрпа мӗн пулассине каласа парӑп. 2 Иаков ывӑлӗсем, килӗр те итлӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр.

3 Руви́м, эсӗ манӑн аслӑ ывӑлӑм, манӑн хӑватӑм, манӑн пӗрремӗш ача*. Сана пуринчен те ытларах хисепленӗ, эсӗ чи вӑйли пулнӑ. 4 Кӗрлесе юхакан шывсем пек чарусӑрскер, эсӗ тек шӑллусем хушшинче малти пулмӑн, мӗншӗн тесен аҫу вырӑнӗ ҫине выртса ӑна ирсӗрлетрӗн. Вӑл ашшӗн вырӑнӗ ҫине выртма епле хӑйрӗ?!

5 Симеонпа Ле́вий — пӗртӑвансем. Вӗсен хӗҫҫисем — хаярлӑх хатӗрӗсем. 6 Манӑн чун*, вӗсемпе ан ҫывӑхлан, манӑн мухтавӑм*, вӗсемпе ан хутшӑн, мӗншӗн тесен вӗсем тарӑхнӑ чухне ҫынсене вӗлернӗ тата ашкӑнас тесе вӑкӑрсене амантса пӗтернӗ*. 7 Вӗсен ҫилли те, хаярлӑхӗ те ылханлӑ пултӑр, мӗншӗн тесен вӗсен ҫилли усал, хаярлӑхӗ тискер. Вӗсене Израиль ҫӗрӗнчи Иаков йӑхӗсем хушшинче сапаласа ярӑп.

8 Иуда, пӗртӑванусем сана мухтавлӗҫ. Эсӗ хӑвӑн тӑшманусене ҫӗнтерӗн*. Аҫун ывӑлӗсем сана ҫӗре ӳксе пуҫҫапӗҫ. 9 Иуда, эсӗ арӑслан ҫури, эсӗ тупӑшпа тӑранӑн та кайӑн. Вӑл арӑслан пек выртрӗ, карӑнса илчӗ. Ӑна кам тӗкӗнме хӑйӗ? 10 Шило́* киличчен Иудӑран скипетр уйрӑлмӗ, тата ун умӗнче* яланах пуҫлӑх туйи пулӗ. Ӑна* халӑхсем пӑхӑнӗҫ. 11 Вӑл хӑйӗн ашакне виноград авӑрӗ ҫумне, ашак тихине чи паха виноград авӑрӗ ҫумне кӑкарӗ. Вӑл хӑйӗн тумтирне хӗрлӗ эрехре ҫӑвӗ, ӑна виноград ҫырлин юнӗнче ҫӑвӗ. 12 Унӑн куҫӗсем хӗрлӗ эрехрен хӗп-хӗрлӗ пулса тӑнӑ, унӑн шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ*.

13 Завуло́н тинӗс хӗрринче, карапсем чарӑнакан ҫыран хӗрринче, пурӑнӗ. Унӑн чикки Сидо́н таранах ҫитӗ.

14 Иссаха́р — тӗреклӗ ашак. Вӑл хӑй ҫинчи икӗ ҫӗклемпе выртса канать. 15 Вӑл ҫак вырӑнта пурӑнма аван пулнине тата ҫак ҫӗр илемлӗ пулнине курӗ. Вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ* ҫинче йывӑр ҫӗклем ҫӗклесе ҫӳреме тата чура пек ӗҫлесе тӑма хатӗр пулӗ.

16 Дан, Израилӗн пӗр йӑхӗ пулнӑ май, хӑйӗн халӑхне суд туса тӑрӗ. 17 Дан ҫул хӗрринчи ҫӗлен пек, сукмак ҫинчи мӑйракаллӑ ҫӗлен пек, пултӑр. Вӑл лашана ураран сӑхать те, лаши юланутҫӑна ҫӗре ӳкерет. 18 Эй Иегова, эсӗ пире ҫӑласса кӗтсе пурӑнӑп!

19 Гад ҫине вӑрӑ-хурахсен ушкӑнӗ тапӑнса тӑрӗ, анчах вӑл вӗсене хыҫранах хӑвалӗ.

20 Аси́р ҫӑкӑрпа пуян пулӗ*. Вӑл патшана тивӗҫлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑрӗ.

21 Неффали́м — яштака пӑлан. Вӑл илемлӗ сӑмахсем калать.

22 Иосиф — ҫӑлкуҫ патӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӑн турачӗ. Унӑн турачӗсем хӳмерен те ҫӳлерех ӳссе сарӑлса кайнӑ. 23 Ухӑпа перекенсем ӑна курайми пулчӗҫ, хӗсӗрлерӗҫ, ухӑпа печӗҫ. 24 Анчах унӑн уххи ҫирӗп пулчӗ, аллисем вара — вӑйлӑ та вӑр-вар. Иакова пулӑшса тӑракан хӑватлӑскерне пула ҫапла пулчӗ. Вӑл — кӗтӳҫӗ тата Израилӗн чул хысакӗ. 25 Вӑл* — сан аҫун Турринчен, ҫав Турӑ сана пулӑшӗ. Вӑл Пурне те Тума Пултаракан Турӑпа пӗрле, ҫав Турӑ сана тӳпери пиллӗхсемпе тата тӗпсӗр вырӑнӑн пиллӗхӗсемпе пиллӗ, сана нумай ача тата нумай выльӑх* парӗ. 26 Сан аҫун пиллӗхӗсем ӗмӗрхи тусен тата авалхи сӑртсен пиллӗхӗсенчен ирттерӗҫ. Ҫав пиллӗхсем Иосиф пуҫӗ ҫинче — пӗртӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн пуҫ тӳпийӗ ҫинче — яланах пулӗҫ.

27 Вениамин хӑйӗн тупӑшне кашкӑр пек туртса ҫурӗ. Ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫхине тупӑшне пайлӗ».

28 Ҫаксенчен Израилӗн 12 йӑхӗ пулса кайнӑ. Ҫак сӑмахсене ашшӗ вӗсене пилленӗ чухне каланӑ. Вӑл кашнине хӑйне тивӗҫлӗ пиллӗх панӑ.

29 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: «Кӗҫех эпӗ вилетӗп. Мана хамӑн мӑн асаттесем ҫумӗнче — Хет ҫыннин Ефро́нӑн уйӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче — пытарӑр. 30 Ҫав ҫӗр хӑвӑлӗ Ханаа́н ҫӗрӗнчи Мамререн аякрах мар вырнаҫнӑ Махпе́ла уйӗнче. Уйне Авраа́м Хет ҫыннинчен Ефронран виле пытармашкӑн туяннӑ. 31 Унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ, унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ, ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм. 32 Ҫав уя та, унти ҫӗр хӑвӑлне те Хет йӑхӗнчи ҫынсенчен туяннӑ».

33 Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене хушу панӑ хыҫҫӑн вырӑнӗ ҫине выртнӑ та* вилнӗ, вӑл хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ*.

50 Иосиф ашшӗне ыталаса, йӗре-йӗре ӑна чуптума пуҫланӑ. 2 Кайран Иосиф хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракан тухтӑрсене ашшӗн кӗлеткине ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме* хушнӑ. Вара тухтӑрсем Израилӗн кӗлеткине ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ. 3 Вӗсем ҫакна 40 кун хушши тунӑ. Вилене ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе сӗрме ахаль чухне шӑп ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ. Египет ҫыннисем 70 кун хушши уншӑн макӑрнӑ.

4 Хуйхӑрмалли кунсем вӗҫленсен Иосиф фараон ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансене* ҫапла каланӑ: «Мана ырӑ тусамӑр — фараона ман сӑмахсене каласамӑр: 5 „Атте мана: ‚Эпӗ вилетӗп ӗнтӗ. Мана Ханаанра хам валли хатӗрлесе хунӑ вырӑнта пытар‘, — тесе тупа тутарттарчӗ. Тархасшӑн, мана хамӑн аттене кайса пытарма ирӗк парсам. Кайран эпӗ таврӑнӑп“». 6 Фараон ҫапла хуравланӑ: «Хӑв тупа тунӑ пек ту: кай та аҫуна пытарса кил».

7 Иосиф ашшӗне пытарма кайнӑ. Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, ун ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан аслӑ пуҫлӑхсем* тата Египетри пур старейшина та кайнӑ. 8 Унсӑр пуҫне, Иосифӑн килӗнчисем, унӑн пӗртӑванӗсем тата ашшӗн килӗнчисем унпа пӗрле пынӑ. Гесе́м ҫӗрӗнче вӗсен ачисемпе выльӑх-чӗрлӗхӗ ҫеҫ юлнӑ. 9 Унпа пӗрле урапасем ҫинче пыракан ҫынсем тата юланутҫӑсем пынӑ. Халӑх питех те йышлӑ пулнӑ. 10 Вӗсем Иорда́н тӑрӑхӗнчи Ата́д текен йӗтем* ҫине ҫитнӗ те унта питӗ хытӑ макӑрма пуҫланӑ. Иосиф хӑйӗн ашшӗшӗн ҫичӗ кун йӗнӗ. 11 Ҫав ҫӗрте пурӑнакансем, ханаансем, Ата́д текен йӗтем патӗнче йӗрекенсене курсан: «Египет ҫыннисем епле хытӑ макӑраҫҫӗ!» — тенӗ. Ҫавӑнпа Иорда́н тӑрӑхӗнчи ҫав вырӑна Аве́л-Мицраи́м* тесе ят панӑ.

12 Ывӑлӗсем ашшӗ хӑйсене каласа хӑварнӑ пек тунӑ. 13 Вӗсем ӑна Ханаа́н ҫӗрне илсе кайнӑ та Мамререн аякрах мар вырнаҫнӑ Махпе́ла уйӗнчи ҫӗр хӑвӑлне пытарнӑ. Ҫав уя Авраа́м Хет ҫыннинчен Ефронран виле пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ. 14 Ашшӗне пытарсан Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсемпе тата хӑйӗнпе пӗрле пынӑ ҫынсемпе пуринпе те Египета таврӑннӑ.

15 Ашшӗ вилсен, Иосифӑн пӗртӑванӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫнӑ: «Иосиф пирӗн ҫине ҫилленсе ҫӳремест-ши? Эпир хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрасшӑн пулмӗ-ши?» 16 Вара вӗсем Иосифа ҫапла калама ҫын янӑ: «Сан аҫу вилес умӗн пире ҫапла каласа хӑварчӗ: 17 „Иосифа ҫапла калӑр: ‚Пиччӳсем сан умӑнта айӑпа кӗчӗҫ, сана усал туса ҫылӑх турӗҫ. Каҫарсам вӗсене‘“. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу пуҫҫапнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен ҫылӑхне каҫарсам, тархасшӑн». Иосифа ҫак сӑмахсене каласан, вӑл макӑрса янӑ. 18 Кайран ун пӗртӑванӗсем ун патне пынӑ та ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Эпир санӑн чурусем!» — тенӗ. 19 Иосиф вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр. Эпӗ Турӑ-им? 20 Эсир мана усал тӑвасшӑн пултӑр, анчах та Турӑ усала ырра ҫавӑрса нумай ҫынна ҫӑлса хӑварас терӗ — халӗ вӑл ҫавна тӑвать те. 21 Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр. Эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса пурӑнӑп». Ҫапла каласа вӑл вӗсене йӑпатнӑ тата лӑплантарнӑ.

22 Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн килӗнчисем те Египетрах пурӑннӑ. Иосиф 110 ҫул пурӑннӑ. 23 Вӑл Ефрем ывӑлӗсене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранах курнӑ, Мана́ссия ывӑлӗн Махи́рӑн ывӑлӗсене те курнӑ. Вӗсем Иосифшӑн хӑйӗн ачисем пекех пулнӑ*. 24 Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ вилетӗп ӗнтӗ, анчах та Турӑ сире пулӑшатех тата ҫак ҫӗртен илсе тухса хӑй Авраама, Исаака тата Иакова пама тупа тунӑ ҫӗре илсе ҫитеретех». 25 Иосиф Израилӗн ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: «Турӑ сире пулӑшатех. Ҫавӑнпа манӑн шӑммӑмсене кунтан илсе тухатпӑр тесе тупа тӑвӑр». 26 Иосиф 110 ҫулта Египетра вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ те тупӑка хунӑ.

Е «Туррӑн сывлӑшӗ». Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

Урӑхла каласан, атмосфера.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫулталӑк вӑхӑчӗсен, кунсен, ҫулсен паллисем пек ӗҫлесе тӑма».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳпен уҫӑ вырӑнӗнче ҫутӑсем пулччӑр».

Ҫак сӑвӑ йӗркинче еврей чӗлхинчи глагол Плт 1:1, 21, 27 тата 2:3 сӑвӑ йӗркисенчи глаголран уйрӑлса тӑрать. Вӑл «калӑплать; хатӗрлет; палӑртса хурать; суйласа лартать» тенине пӗлтерме пултарать.

Е «хӗвел кунпа, уйӑх каҫпа хуҫаланнӑ».

Е «чунпа».

Еврей сӑмахӗ кайӑксене кӑна мар, ытти ҫунатлӑ чӗрчунсене те, сӑмахран, вӗҫекен хурт-кӑпшанкӑна та, пӗлтерме пултарать.

Кунта шуса ҫӳрекен чӗрчунсем пирки сӑмах пырать пулас. Тата, тен, тискер чӗрчунсем, выльӑх, кайӑксем, пулӑсем шутне кӗмен чӗрчунсем пирки сӑмах пырать.

Ҫакӑ ҫыннӑн Турӑ кӑтартакан енсем пуррине пӗлтерет. Кунта сӑн-питпе кӗлетке пирки сӑмах пымасть.

Ку ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленине, ҫӗршӗн тӑрӑшнине пӗлтерет пулас.

Е «пурнӑҫ пур чунсене; чӗрӗ чунсене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсен пур ҫарне».

Ҫакӑнта Туррӑн ячӗ יהוה (ЙХВХ) пӗрремӗш хут тӗл пулать.

Е «чун». Еврейла не́феш. Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.

Е «Тигр».

Е «хӑйне мӗн ҫитменнине ҫитерме пулӑшакана».

Еврей сӑмахӗ кайӑксене кӑна мар, ытти ҫунатлӑ чӗрчунсене те, сӑмахран, вӗҫекен хурт-кӑпшанкӑна та, пӗлтерме пултарать.

Е «чуна».

«Арҫын» тата «хӗрарӑм» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗсем пӗр пекрех илтӗнеҫҫӗ. «Арҫын» — еврейла иш; «хӗрарӑм» — еврейла ишша́.

Е «яланах хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле пулӗ».

Е «чеерех».

Е «арлӑх органӗсене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

Е «тухнӑскерсемпе». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхӗпе».

«Этем; этемлӗх» тенине пӗлтерет.

Е «ыратнипе асапланса».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «талпиҫенпе».

«Пурӑнакан» тенине пӗлтерет.

Е «асла кӑлармӑп».

Е «юнне ӗҫме ҫӑварне уҫнӑ ҫӗр ҫинчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн вӑйне».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗр питӗнчен».

Ку ыттисене асӑрхаттармашкӑн Турӑ панӑ хушу пулнӑ пулас.

«Тарни; хӑваласа яни» тенине пӗлтерет.

Е, тен, «пиччӗшне».

Е, тен, «йӑмӑкне».

«Суйласа лартнӑскер; панӑскер» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑх».

Е «суйласа лартрӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ятне чӗнме».

Ҫакӑ ҫыннӑн Турӑ кӑтартакан енсем пуррине пӗлтерет. Кунта сӑн-питпе кӗлетке пирки сӑмах пымасть.

Е «Адам; этемлӗх».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турра». Словарьте «Чӑн Турӑ» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑпа ҫӳренӗ».

«Кану; йӑпату» тенине пӗлтерме пултарать.

Е «йӑпату».

Ҫак еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ангелсене пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «манӑн сывлӑш».

«Ураран ӳкерекенсем» тенине пӗлтерет пулас. Словаре пӑхӑр.

Е «куляннӑ».

Еврей сӑмахӗ кайӑксене кӑна мар, ытти ҫунатлӑ чӗрчунсене те, сӑмахран, вӗҫекен хурт-кӑпшанкӑна та, пӗлтерме пултарать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑй ӑрӑвӗнчи».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑпа ҫӳренӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ещӗк».

Е «асфальтпа». Асфальт — ҫутҫанталӑкра тӗл пулакан хура ҫӑра сӑмала.

Карап пысӑкӑшӗ: 133,5 × 22,3 × 13,4 м. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Еврейла цо́хар. Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ку ҫутӑ кӗмелли шӑтӑк е чӳрече мар, карапӑн тайлӑк тӑрри; карап тӑррин ҫӳллӗшӗ варрипе пӗр чике пулнӑ.

Еврейла ру́ах. Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

Е, тен, «ҫичшер мӑшӑр».

Еврей сӑмахӗ кайӑксене кӑна мар, ытти ҫунатлӑ чӗрчунсене те, сӑмахран, вӗҫекен хурт-кӑпшанкӑна та, пӗлтерме пултарать.

Е, тен, «ҫичшер мӑшӑр».

Израиль ҫыннисем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене сӑваплӑ календарь панӑ. Ҫав календарь тӑрӑх, ҫак уйӑх саккӑрмӗш пулать. Ӑна хешва́н (бул) тенӗ.

Уҫӑ вырӑн ҫийӗнчи шыв пирки сӑмах пырать пулас.

Еврейла ру́ах. Словарьте «Сывлӑш» статьяна пӑхӑр.

6,5 м яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Ушкӑнпа пурӑнакан вӗтӗ чӗрчунсем пирки сӑмах пырать пулас.

Кунта шыври чӗрчунсем пирки сӑмах пымасть.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑмсинче чӗрӗлӗх сывлӑшӗ пулнисем пурте».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аса илнӗ».

Уҫӑ вырӑн ҫийӗнчи шыв пирки сӑмах пырать пулас.

Израиль ҫыннисем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене сӑваплӑ календарь панӑ. Ҫав календарь тӑрӑх, ҫак уйӑх пӗрремӗш пулать. Ӑна ниса́н (ави́в) тенӗ.

Еврейсен сӑваплӑ календарӗ тӑрӑх, тамму́з уйӑхӗ пулать.

Еврейсен сӑваплӑ календарӗ тӑрӑх, ти́шри (этани́м) уйӑхӗ пулать.

Еврейсен сӑваплӑ календарӗ тӑрӑх, хешва́н (бул) уйӑхӗ пулать.

Еврей сӑмахӗ кайӑксене кӑна мар, ытти ҫунатлӑ чӗрчунсене те, сӑмахран, вӗҫекен хурт-кӑпшанкӑна та, пӗлтерме пултарать.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Иеговӑна лӑплантарнӑ».

Еврей сӑмахӗ кайӑксене кӑна мар, ытти ҫунатлӑ чӗрчунсене те, сӑмахран, вӗҫекен хурт-кӑпшанкӑна та, пӗлтерме пултарать.

Е «чуна».

Е «чуна пӗлтерекен юншӑн».

Нине́ви, Реховофи́р, Кала́х тата Ресе́н хулисем пурте пӗрле аслӑ хула шутланма пултарнӑ.

Ҫак ятсем Мицраимран пулса кайнӑ халӑхсене те пӗлтерме пултараҫҫӗ.

Е, тен, «пиччӗшӗн».

«Пайланса кайни» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗр пайланса кайнӑ».

Асфальт — ҫутҫанталӑкра тӗл пулакан хура ҫӑра сӑмала.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсен чӗлхине арпаштарса ярар».

«Арпаштарса яни» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗтӗм ҫӗрӗн чӗлхине арпаштарса янӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

Е «асапсем».

Урӑхла каласан, Иорда́н анат тӑрӑхӗнчен пуҫласа Сигора ҫити выртакан ҫӗрсем.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

Урӑхла каласан, Вилӗ тинӗс.

2-мӗш сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ пилӗк патша пирки сӑмах пырать пулас.

Асфальт — ҫутҫанталӑкра тӗл пулакан хура ҫӑра сӑмала.

Е «чатӑрсенче пурӑннӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эсӗ мӑн аслаҫусем патне кайӑн».

Е «аморейсен ҫылӑхӗсен виҫи тулса ҫитмен-ха».

Ага́рь Авра́мӑн иккӗмӗш арӑмӗ пулса тӑнӑ пулас.

«Турӑ илтет» тенине пӗлтерет.

Е «она́гр» (хир ашакӗ йышши чӗрчун). Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, кунта зебра пирки сӑмах пырать. Ҫакӑн пек танлаштарни кутӑн пулнине кӑтартса парать пулас.

Е, тен, «хӑйӗн пур тӑванӗпе тӑшманла пурӑнӗ».

«Мана кураканӑн, чӗрӗскерӗн, ҫӑлӗ» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман умра ҫӳре».

«Асла кӑларнӑ ашшӗ» тенине пӗлтерет.

«Нумайӑшӗн ашшӗ» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхун».

Словаре пӑхӑр.

«Харкашакан» тенине пӗлтерет пулас.

«Патша ҫемйинчи хӗрарӑм» тенине пӗлтерет.

«Кулни» тенине пӗлтерет.

22 л яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «Саррӑн менструаци пулма пӑрахнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗлтӗм».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман пӳрт тӑррин сулхӑнӗнче».

Е «мана чунтан парӑнса юратнине кӑтартрӑн».

«Пӗчӗккӗ» тенине пӗлтерет.

Е «хыҫала ҫаврӑнса пӑхма пуҫланӑ».

Урӑхла каласан, Иорда́н анат тӑрӑхӗнчен пуҫласа Сигора ҫити выртакан ҫӗрсем.

Ку кирпӗчпе тӑм хӗртмелли кӑмака.

Е «тӳрӗ».

11,4 кг. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «куҫсем валли вителӗк».

Словаре пӑхӑр.

Е, тен, «манран кулӗ».

Е «мана тата ҫак ҫӗрте пурӑнакансене чунтан парӑнса юратӑн».

«Тупа ҫӑлӗ» е «ҫичӗ [сурӑх путеккин] ҫӑлӗ» тенине пӗлтерет пулас.

Урӑхла каласан, ашак ҫине утланса ҫӳремелли ларкӑч хунӑ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫулӑмпа».

Е «Турра чунтан хисепленине». Словарьте «Турӑран хӑрани» статьяна пӑхӑр.

«Иегова парӗ; Иегова курӗ» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑху».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хапхисене».

Е, тен, «аслӑ пуҫлӑх».

4,6 кг яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

5,7 г. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Е «ҫӗрри».

114 г.

Лава́н пулас.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кам умӗнче эпӗ ҫӳретӗп».

Е «ҫапла е ҫук теме».

Халӗ ҫав хӗрарӑм унӑн тарҫи пулса тӑнӑ.

Е «пин хутчен пин».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑху».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хапхисене».

Кунта вилӗм пирки сӑнарлӑн каланӑ.

Е, тен, «тӑванӗсемпе тӑшманла пурӑннӑ».

«Ҫӑмламас» тенине пӗлтерет.

«Ура тупанӗнчен ярса тытаканни; урӑххин вырӑнне йышӑнаканни» тенине пӗлтерет.

Пӑрҫа евӗр вӗтӗ вӑрӑсем.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрлине, ҫав хӗрлине».

Е «эпӗ питӗ выҫӑ».

«Хӗрлӗ» тенине пӗлтерет.

Е «ютран килнӗ ҫын пек пурӑн».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑхна».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑрлӑху».

Е «ачашланине».

Словарьте «Юханшыв айлӑмӗ» статьяна пӑхӑр.

«Тавлашу» тенине пӗлтерет.

«Айӑплани» тенине пӗлтерет.

«Ирӗклӗ вырӑн» тенине пӗлтерет.

«Тупа туни» е «ҫиччӗ» тенине пӗлтерет.

«Тупа ҫӑлӗ» е «ҫичӗ [сурӑх путеккин] ҫӑлӗ» тенине пӗлтерет пулас.

«Ура тупанӗнчен ярса тытаканни; урӑххин вырӑнне йышӑнаканни» тенине пӗлтерет.

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Аттешӗн хуйхӑрмалли кунсем ҫывхарса килеҫҫӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Вафуи́лӑн, аннӳн ашшӗн».

«Турӑ ҫурчӗ» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Эсӗ ман шӑмӑпа ӳт».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Манӑн кунсем пӗтрӗҫ».

Е «выртса ҫывӑрӑп».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «курайманнине».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн варне уҫнӑ».

«Кур-ха — ывӑл» тенине пӗлтерет.

«Илтет» тенине пӗлтерет.

«Туртӑнни; ҫыпҫӑнни» тенине пӗлтерет.

«Мухтав илекенни» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман чӗркуҫҫи ҫине ҫуратса патӑр».

«Судья» тенине пӗлтерет.

«Ман кӗрешӳ» тенине пӗлтерет.

«Ӑнӑҫу» тенине пӗлтерет.

«Телейлӗ; телей» тенине пӗлтерет.

Е «тӳлерӗ».

«Вӑл — тӳлев» тенине пӗлтерет.

Е «манпа тӳсӗмлӗ пулӗ».

«Тӳсӗмлӗх» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турӑ унӑн варне уҫнӑ».

«Йах хушса (ӳстерсе) патӑр» тенине пӗлтерекен Иоси́фия ятӑн кӗске форми.

Кунта тӗшмӗш паллисем пирки сӑмах пырать пулас.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «палӑка ҫу сӗртӗн».

Е «килӗнчи турӑсене; йӗрӗхӗсене».

Е «тӑванӗсене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ыррине те, усаллине те каласран асӑрхан».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сире усал тума манӑн алра власть пур».

Йӗнер — утланса ҫӳремелли ларкӑч. Ҫав йӗнер ӑшӗнче япаласем упрамалли вырӑн пулнӑ пулас.

Е «менструаци».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тата Исаа́к хӑрани».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тата вӑл хамӑр хушӑри свидетель пултӑр».

«Свидетельсен купи» тенине пӗлтерекен араме́й сӑмах ҫаврӑнӑшӗ.

«Свидетельсен купи» тенине пӗлтерекен еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗ.

Е «килӗшӗвӗн свидетелӗ пултӑр».

«Хурал башни; хуралта тӑмалли вырӑн» тенине пӗлтерет.

Е «ҫак чул купи тата палӑк — свидетельсем».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн ашшӗ Исаа́к хӑранипе тупа тунӑ».

«Икӗ лагерь» тенине пӗлтерет.

Е «ютран килнӗ ҫын пек нумай пурӑнтӑм».

Словарьте «Юханшыв айлӑмӗ» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗҫӗ сыппине».

«Турӑпа кӗрешекен; Турра ҫирӗп ярса тытнӑскер» е «Турӑ кӗрешет» тенине пӗлтерет.

«Турӑ пичӗ» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман пиллӗхе».

«Хӳшӗсем; выльӑх тӑратмалли вырӑнсем» тенине пӗлтерет.

Кеси́та — укҫа виҫи; хакӗ паллӑ мар.

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗре».

Е «мана хӑваласа ярӗҫ».

Е «проституткӑпа».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ют турӑсенчен».

«Вефи́ль Турри» тенине пӗлтерет.

«Йӗрӳ-макӑру юманӗ» тенине пӗлтерет.

Е «хӗрлӗ эрех парнипе».

«Хам хурланнӑ чухне ҫуратнӑ ывӑл» тенине пӗлтерет.

«Сылтӑм алӑ ывӑлӗ» тенине пӗлтерет. Урӑхла каласан, юратнӑ ывӑл.

Кунта вилӗм пирки сӑнарлӑн каланӑ.

Е, тен, «аппӑшне».

Е «ютран килнӗ ҫынсем пек пурӑнакан».

Е, тен, «аппӑшӗ».

Е «хӑйӗн ашшӗ ютран килнӗ ҫын пек пурӑннӑ ҫӗрте».

Ку шыв упрама алтнӑ шӑтӑк пулас.

Ку ла́данник текен ӳсентӑранӑн сухӑрӗ.

Ҫав йывӑҫ хуппин сӗткенӗпе ырӑ шӑршӑллӑ хутӑш тунӑ чухне усӑ курнӑ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӑл пирӗн ӳт».

228 г. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Словаре пӑхӑр.

Е «виле шӑтӑкне». Еврейла шео́л. Словарьте «Виле шӑтӑкӗ» статьяна пӑхӑр.

Словарьте «Левират текен йӑла тӑрӑх мӑшӑрланни» статьяна пӑхӑр.

Е «проститутка».

Е «храм проститутки».

«Ҫурӑк» тенине пӗлтерет. Хӗрарӑмӑн аялти хутлӑхӗ ҫурӑлса кайни пирки сӑмах пырать пулас.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сан пуҫна ҫӗклӗ».

Е «чунтан парӑнса юратнине кӑтартсам».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шыв упрамалли вырӑна; шӑтӑка».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗн пуҫне тата ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пуҫлӑхӗн пуҫне ҫӗкленӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн сывлӑшӗ».

Е «асамлакан-тухатлакан священниксене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шыв упрамалли вырӑнтан; шӑтӑкран».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллинчен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллине».

Ку чыслама хушни пулас.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «урине те, аллине те ҫӗклеймӗ».

Урӑхла каласан, Гелио́поль.

Е «Египета пӑхса ҫаврӑнма».

Е «фараон, Египет патши, умӗнче тӑма».

«Мантараканни» тенине пӗлтерет.

«Икӗ хут нумайрах ача» тенине пӗлтерет пулас.

Е «виле шӑтӑкне». Еврейла шео́л. Словарьте «Виле шӑтӑкӗ» статьяна пӑхӑр.

Ку ла́данник текен ӳсентӑранӑн сухӑрӗ.

Ҫав йывӑҫ хуппин сӗткенӗпе ырӑ шӑршӑллӑ хутӑш тунӑ чухне усӑ курнӑ.

Е «аслинчен — аслӑ ывӑл мӗн илме тивӗҫлӗ, ҫавна илекенрен — пуҫласа».

Е «виле шӑтӑкне». Еврейла шео́л. Словарьте «Виле шӑтӑкӗ» статьяна пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑрса юлнисене».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ашшӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӑвне».

3,4 кг яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

Урӑхла каласан, Иаков вилсен, Иосиф ун куҫне хупӗ.

Урӑхла каласан, Гелио́поль.

Е «асамлакан-тухатлакан священникӑн».

Ытти ывӑлӗсен ячӗсене хуратнӑ пулас.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӑкӑрпа».

Е «асамлакан-тухатлакан священниксен».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫав чӑн Турӑ умӗнче ҫӳренӗ».

Е «мана кӗтӳҫӗ пек кӗтсе ҫӳрет».

Е «пӗр сӑрт айкки». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр хулпуҫҫи».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кунсен вӗҫӗнче».

Е «ача тумалли вӑйӑн пуҫламӑшӗ».

Словаре пӑхӑр.

Е, тен, «манӑн ӑс-тӑнӑм».

Е «вӑкӑрсен шӑнӑрӗсене касса татнӑ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Сан аллу тӑшманусен ӗнси ҫинче пулӗ».

Словаре пӑхӑр.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ун ури хушшинче».

Кунта Шило́ пирки сӑмах пырать пулас.

Ҫак сӑмахсем Иудӑн хӗрлӗ эрехпе сӗт нумай пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хулпуҫҫийӗ».

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Аси́рӑн ҫӑкӑрӗ мӑнтӑр пулӗ».

Урӑхла каласан, Иосиф.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӑкӑрпа вар пиллӗхӗсем».

Е «урисене хӑпартса хунӑ та».

Кунта вилӗм пирки сӑнарлӑн каланӑ.

Ҫакна вилене ҫӗресрен сыхласа хӑварас тесе тунӑ.

Е «фараонӑн кил-йышне».

Е «ун килӗнчи старейшинӑсем».

Словаре пӑхӑр.

«Египет ҫыннисем йӗни-макӑрни» тенине пӗлтерет.

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Вӗсене Иосифӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫуратнӑ».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр